компетентлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пĕлӳпе пултарулăх пахалăхĕ. Халĕ пур çĕрте те компетентлăх çитейменни е пачах çукки пирки нумай калаçтапăр. Чĕлхе аталанăвĕн тилхепине тытса пыма, паллах ĕнтĕ, компетентлăх кирлĕ. М.Федотов //Х-р, 11.04.1992. Кругловăн компетентлăх çук тенĕ. Чăвашла каласан — ĕçлеме пултарайман мемме. ÇХ, 1998, 40 /, 1 с.