компромат - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Ят-сума варалакан, усал ят саракан материал. Унăн [информаци вăрçин] хĕç-пăшалĕ — тĕрлĕ енлĕ компромат. Х-р, 8.10.1999, 2 с. Ахаль çынсен интересĕсене хӳтĕлекен парти çинчен компромат тупасси — пустуй ĕç! Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. — компромат пух (Х-р, 25.12.1997, 3 с.; ÇХ, 1999, 13 /, 8 с.; К-н, 2002, 7 /, 7 с.); компромат шыра (ÇХ, 1999, 4 /, 5 с.); компроматпа хĕç-пăшаллан (Х-р, 21.02.1997, 3 с.); компромат пленки (ÇХ, 1999, 13 /, 8 с.).