куçăмлă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. е КУÇĂН, п.п. Куллен вĕренме çӳремелли; кĕретĕн (туп.). Вĕренӳ куçăн тата куçăн мар майпа пулĕ. ÇХ, 1997, 46 /, 8 с. Аспирантурăра куçăмлă та куçăмсăр та вĕренме май пур. Ч-х, 1999, 27 /, 8 с. Ăна куçăмлă майпа вĕренме кĕртес тĕллевпе ректор патне кайрăм. ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с. — ВЧС, 1971, 476 с.