кӳлмек - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.в., п.с. Шыв сăмси, тинĕс аври, тинĕс кукăрĕ; залив. Кӳлемекри лăпкăлăх поэтшăн мар. Н.Исмуков, 1990, 95 с. Шупашкарăн кӳлмекĕ хĕрринче капмар шурă çурт ларать. Х-р, 16.03.1994, 3 с. Чăваш Республикин вара Шупашкар кӳлмекĕ урлă хăйăртан хăпартнă çулпах çырлахмалла-им. ТА, 2002, 5 /, 64 с.