лаша - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) çиччĕмĕшĕ. 1990 çул, Авалхи Китай календарьне пăхсассăн, Лаша çулĕ ятлă. Тепĕр тĕрлĕ каласан, унăн палли — Лаша. ЯБ, 1990, 1 /, 61 с. Лаша çулĕ вăрăсене ăнăçу кӳмест. Х-р, 10.01.2002, 1 с. — Вутлă Лаша çулĕ (ЯБ, 1990, 1 /, 63 с.). 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Лаша çулĕнче) çуралнă çын. Çак çул Лашана тĕрлĕ çитĕнӳ валли вĕçсĕр-хĕрсĕр анлă майсем туса парать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Лашасем питĕ вăйлă юратса пăрахĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. 3. П.п., спорт. Гимнастика хусканăвĕсем тумалли тĕревлĕ пăрăс. Нина «лаша» урлă сикессипе иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. ÇХ, 1999, 11 /, 12 с. 4. П.п., шӳтл. Ал туйи, патак. Кукамай кайма пуçтарăнчĕ, «Вĕт-шакăр, çавăтса килсемĕр манăн лашана». Н.Ишентей, 1997, 70 с. — кукамайăн эрешлĕ лаши (А-а, 2002, 46 /, 3 с.).