муниципаллă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Вырăнти хăй тытăмлăх (самоуправлени) органне пăхăнакан, муниципалитет харпăрлăхĕ шутланакан. Муниципаллă пĕрлешĕвĕн Устав пур. Х-р, 3.04.1996, 2 с. Район самоуправленийĕн пуçлăхĕ... муниципаллă предприятисен ертӳçисене контрактпа уйăрса лартать. ЛÇ, 12.09.1996, 3 с. Ял совечĕсен территорийĕнче муниципаллă пĕрлĕхсем пулаççĕ ... Муниципаллă пĕрлĕхĕн — хăйĕн харпăрлăхĕ тата бюджечĕ. ХС, 1999, 14 /, 1 с.