несĕплĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Кăмăл-сипет (туп.), нравственность. Чиркӳ çыннисем, уйрăмах баптистсем, коммунизм несĕплĕхĕпе тĕн заповечĕсем хушшине кĕпер хывасшăн. В.Егоров, 1989, 75 с. Писателĕн пĕтĕм халăха, пĕтĕм этемлĕхе тивĕçтерекен несĕплĕх пахалăхĕсене пуринчен мала хумалла. Н.Максимов //Я-в, 1991, 12 /, 26 с. — танл, ĕрет-несĕплĕх (В.Станьял //КЯ, 25.05.1990, 1 с.); сипет-несĕп (Г.Хлебников //ТА, 1990, 12 /, 63 с.).