номинаци - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Анлă конкурсăн пултарулăха виçмелли кашни енĕ; пултарулăх ăмăртăвĕн пĕр майĕ. Шăмăршăсем фестиваль лауреачĕ пулчĕç, ... чи ăста драматург, композитор номинацийĕсенче çĕнтерчĕç. Ă-л, 1998, 4 /, 3 с. «Спорт журналисчĕ» номинацире пĕрремĕш вырăна Ю.Плотников йышăнчĕ. ÇХ, 1999, 4 /, 10 с. Фестивальте 13 номинаципе приз панă. Х-р, 7.06.2000, 4 с. Вăл [пултарулăх уявĕ] ... виçĕ номинаципе иртет. Т-ш, 2001, 39 /, 3 с. — тĕрлĕ номинациллĕ конкурс (ÇХ, 10.04.1998, 2 с.). 2. Пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерӳçине тивĕçекен хисеплĕ ят палăртăвĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх театрĕ те ... çĕнĕ спектакльсем хатĕрлеме, сумлă ят-номинацисем çĕнсе илме тытăнĕ. Х-р, 7.06.2000, 4 с. «Чи лайăх медицина сестри» номинацие Элĕкри «Хĕвел» ача сачĕн аслă медицина сестри Р.Тарасова çĕнсе илчĕ. ПÇ, 2.09.2000, 2 с.