пăлхавăр - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ч.с., ç.п. Общество тытăмне аркатса улăш-тарни; революци. 1905—1907 çулсенчи пăлхавăра тискеррĕн путлантарнă. В.Станьял //КЯ, 25.05.1990, 1 с. Вăл 1917 çулхи пăлхавăр вăхăтĕнче патша çарĕн офицерĕ пулнă. Т-ш, 26.03.1998. Октябрь пăлхавăрĕпе халăх вăрçи çулĕсенче унăн [В.Г.Егоровăн] пурнăçĕнче пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ. ХШ, 2000, 4 /, 102 с. Октябрьти пăлхавăра И.Я. Яковлев «зараза» тенĕ. Х-р, 15.08.2000, 4 с. — большевиксен аслă пăлхавăрĕ (Х-р, 27.02.1996; Х-р, 13.03.1996).