пăлхавăрлă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Пăлхавлă; пăтравлă, тăнăçсăр, канăçсăр. Митта Ваçлейĕ пирĕн пăлхавăрлă вăхăтăн шанчăклă юлташĕ. КЯ, 5.03.1988, 3 с. Малтанах унăн [Ю.Айдашăн] пăл-хавăрлă кăмăлĕ романтизмра палăратчĕ. Я-в, 1990, 5 /, 28 с. «Нарспи» поэма — пăлхавăрлă ХХ ĕмĕр пуçламăшĕ çуратнă вилĕмсĕр хайлав. ЧС, 1994, 9 кл., 69 с. — пăлхавăрлă самана (Н.Мранькка, 1961, 409 с.; М.Юхма, 1983, 251 с.; Я-в, 1990, 6 /, 2 с.); пăлхавăрлă тĕнче (Н.Ис-муков, 1990, 111 с.); пăлхавăрлă кунсем (ЧС, 1994, 8 кл., 169 с.); «пăлхавăрлă» шухăш (Я-в, 1995, 10 /, 69 с.).