пăшăлтату - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. 1. П.п. Сасă чĕлĕхĕсене вылятмасăр шăппăн калаçни; сассăр пуплев. Зал тăрăх пăшăлтату шуса иртет. А.Железковăпа К.Семенова, 1964, 170 с. Хĕр пăшăлтатрĕ. Анчах çав пăшăлтату кăшкăрнă майлă илтĕнчĕ. Г.Ефимов, 1984, 128 с. Хĕрпе каччăн ăшă пăшăлтатăвне итлесе тăма аванах мар. В.Эктел, 1996, 78 с. — юрату пăшăлтатăвĕ (Ю.Айдаш //Х-р, 14.05.2003, 4 с.); — ВЧС, 1971, 869 с. 2. П.п. Килĕшӳллĕн илтĕнекен вăйсăр сасă (шĕпĕлтетни, чăшăлтатни т.ыт.). Шăнкăрав янăранă чух... йывăçсем яланхи пăшăлтатăвне татĕç. И.Лисаев //Я-в, 1974, 4 /, 3 с. Хум пă-шăлтатăвĕ [Кĕнеке ячĕ]. М.Карягина, 1995. Ав, ... парка йывăç çулçисен пăшăлтатăвĕ хăлхара. Х-р, 3.06.1997, 3 с. Сӳ кайрĕ чун — ылмашрĕç тейĕн аслатипе пăшăлтату. Н.Ишентей //Я-в, 2000, 5 /, 3 с. 3. Ç.п. Ăшри пуплев. Шухăш — чарăнми вĕç-хĕррисĕр темĕнле пăшăлтату. Г.Айхи, 1988, 52 с. Ĕмĕт пăшăлтатăвĕ [Пуçелĕк]. М.Мерчен //К-н, 2002, 7 /, 13 с. 4. Ç.п. Сăмах сарни; сăмах-юмах, сас-хура. Пăшăлтату пăтти... Ку пăшăлтату мар, ку — чăнлăх. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с.