педканаш - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., кĕск. Шкулта вĕрентекенсен пухăвĕ; педагогсен канашĕ. Педканаш пирĕн пирки мĕн йышăннине калăр-ха. ХШ, 1998, 2 /, 30 с. Профсоюз пухăвĕнче, педканашра ... ку ĕçе вăйлатмалли пирки асăрхаттартăмăр. Т-ш, 1999, 4 /, 9 с. Ыран манăн уçă урок... Кайран педканаш пулмалла. Х-р, 19.05.2003, 4 с.