политикан - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с., сивл. Политикăпа çыхăннă чыссăр çын; принципсăр политик. Политиканшăн мар, йĕркеллĕ политикшăн власть вăл — чи малтанах, вăраха ямасăр татса памалли çĕршыв пĕлтерĕшлĕ ыйтусен пуххи. Ч-х, 1999, 28 /, 3 с. Политикан бизнесменсемпе журналистсем чĕртнĕ информаци вăрçи... Х-р, 8.10.1999, 2 с. — ВЧС, 1971, 546 с.; ВЧС, 1951, 517 с.