политолог - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Обществăн политика пурнăçне тĕп-чекен ăстаçă. Политолог-журналистсем кирек мĕнле хĕрӳленсен те наука хăйĕн саккунĕсенчен пăрăнмасть. М.Федотов //Х-р, 7.08.1993, 3 с. Политолог-и вăл е патшалăх хĕсметĕнче тăраканскер-и. Ç-т, 1995, 4—5 /, 30 с. А.Леонтьев господин, политолог пулнă май, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах пичетленчĕ. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с. — совет политологĕ (Х-р, 14.03.1996, 3 с.); правительство майлă ĕçлекен политолог (Х-р, 23.01.2001, 2 с.).