пуканеçĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Пукане театрĕн артисчĕ. Пуканеçĕ-актерсем, хăйсен ăсталăхне кăтартнисĕр пуçне, ачасен театрĕн хăй евĕрлĕхĕпе паллаштарчĕç. Чĕлхе культурин ыйтăвĕсем. 1981, 93 с. Сергей Макарович [Мерзляков] хăйĕн театрĕнче чаплă актер-пуканеçĕ нумай хатĕрлерĕ. Т-ш, 26.03.1998. Кунсăр [спектакльсемсĕр] пуçне пуканеçĕсем уявсен тĕлне шоу-программăсем те хатĕрлеççĕ. Х-р, 17.10.2000, 3 с.