ăсчах - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. Ăслăлăх ĕçĕпе пурăнакан çын; ăслăлăхçă. Стена тăршшĕпех кунта вĕреннĕ паллă çыравçăсен, ăсчахсен сăнĕсене çакса тухнă. Ф.Андреев, 1980, 180 с. Раççейĕн Наукăсен академийĕнче те суя ăсчахсем, коньюнктурщиксем пур. Х-р, 14.04.1992, 4 с. Студентсемпе ăсчахсене ăслăлăх ĕçĕсене пурнăçлама ... лайăх майсем тупăнаççĕ. Т-ш, 1998, 3 /. Проектра [саккун проектĕнче] çамрăк ăсчахсене, аспирантсене çăмăллăхсем кӳресси пирки каланă. ÇХ, 1999, 11 /, 2 с.