Перун - Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
Ретроспективный толковый словарь — проект, направленный на описание лексической семантики чувашского языка рубежа XIX–XX вв. В словаре собраны реальные дефиниции, органично существовавшие в текстах того времени.
Электронная версия предоставлена авторами.
Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
славянсен аслати турри. Славянсем чăн Турра пĕлмен, вĕсем суя тĕнпе пурăннă: вăрманта вăрман турри, шывра шыв турри, çуртра хĕртсурт пулнă; чăн аслă турри Перун ятлă пулнă, вĕсем ăна аслати турри тенĕ [Рассказы 1888:6]; <…> хĕвеле, уйăха, çăлтăрсене ытти япаласене те нумайĕшне турă тесе хисепленĕ; чăн вăйлă турă Перун тесе шухăшланă, ăна аслатипе çиçĕм турри тенĕ [В память 1888:3].