программа - Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
Ретроспективный толковый словарь — проект, направленный на описание лексической семантики чувашского языка рубежа XIX–XX вв. В словаре собраны реальные дефиниции, органично существовавшие в текстах того времени.
Электронная версия предоставлена авторами.
Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
1. пĕр-пĕр ушкăн мĕн-мĕн тума, мĕнле тумаллине çырнă хут; мĕнле ĕç тумалли, вăл ĕçсене епле тумалли. Вĕсен хăйсен программысем пур. 1Программа çине пĕр-пĕр ушкăн мĕн-мĕн тума, мĕнле тумаллине çыраççĕ [Хыпар 1906, № 25:401]; Унтан Св. Синод программа*** çырнă та церковный школасем тăва пуçланă. ***Программа – мĕнле ĕç тумалли, вăл ĕçсене епле тумалли [Хыпар 1906, № 33:514]. 2. школасенче ачасене мĕнле вĕрентмелли. Вара патша алă пуссанах Синод çав школасенче ачасене мĕнле вĕрентмеллине (программа) çырса кăларнă [Хыпар 1907, № 8:57].