Шырав: вăтăр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вăтамран

в среднем
гектартан вăтамран вăтăр центнер тырă пухнă — собрано в среднем по тридцать центнеров зерна с гектара

вăтăр

I. числ. колич.

вăтăр

1.
при конкретном счете, в качестве определения
тридцать
тридцати-

вăтăр тенкĕ — тридцать рублей
вăтăр çулти хĕрарăм — тридцатилетняя женщина
вăтăр килограмлă ещĕк — тридцатикилограммовый ящик

вăтăр

2.
при абстрактном счете, в качестве подл., доп.
тридцать

пилĕк хут улттă — вăтăр пятью шесть — тридцать
вăтăрти арçын — мужчина тридцати лет
вал вăтăралла çывхарать — ему около тридцати (лет)
вăтăр пиллĕк — тридцать пять
икçĕр вăтăр — двести тридцать

вăтăр

II. глаг.

1.
делать что-л. энергично
прилагать усилие, напрягаться

ача çăкăра вăтăрать анчах — мальчик уплетает хлеб за обе щеки

вăтăр

2.
рвать с корнем, вырывать, выдирать
тетрадь листине вăтăрса ил — вырвать листок из тетради

вăтăр-ватăр

подражание хрусту, треску
çĕрĕк тунката вăтăр-ватăр арканса кайрĕ — гнилой пень рассылался с треском

градус

градусный
температура хĕрĕх градуса çитнĕ — температура поднялась до сорока градусов
вăтăр градус сивĕ — тридцать градусов холода
градус сетки — градусная сетка (на карте)

икĕ

(ик)

числ. колич. при конкр. счете в качестве опр.
два
дву-, двух-

икĕ юлташ — два товарища
вăтăр икĕ кун — тридцать два дня

икĕ хут —
1) вдвое
йыш икĕ хут ӳсрĕ — семья увеличилась вдвое
2) дважды
ик хут иккĕ — тăваттă — дважды два — четыре

икĕ çуллăх — двухлетний (рассчитанный на два года)
икĕ çулхи — двухлетний (о возрасте)
икĕ çулхи ача — двухлетний ребенок
икĕ кун хушши — два дня, в течение двух дней

икĕ тĕрлĕ —
1) двоякий
икĕ тĕрлĕ ăнланни — двоякое понимание
2) двояко
куна икĕ тĕрлĕ ăнланма пулать — это можно понимать двояко

икĕ çĕрлĕн — врозь, в разных местах
ик кĕпçеллĕ пăшал — двуствольное ружье

ик уран тăр —
1) встать на дыбы, вздыбиться (о коне)
2) служить, стоять на задних лапах (о собаке)

икĕ хакпа сут — продавать вдвое дороже

каккуй

разг.
какое там, вовсе не
разве

каккуй пĕччен, вăтăр çынна яхăн килтĕмĕр — какое там один, нас пришло около тридцати человек

лар

19.
составлять, приходиться, выходить (об урожае, заработке)
унăн ĕçлени кунне вунă тенке ларать — его заработок в день составляет десять рублей
тухăç гектартан вăтăр центнера ларать — зерна выходит по тридцать центнеров с гектара

лаша


лаша вăйĕфиз. лошадиная сила
вăтăр лаша вăйлă мотор — мотор в тридцать лошадиных сил
тинĕс лаши — морской конек (рыба)
лаша урлă алă парам! — руку подам через коня! (старинное клятвенное выражение)

мала

4.
старше
вăл вăтăр çултан мала мар — ему не больше тридцать лет, он не старше тридцати лет

минут

минутный
вуникĕ сехет те вăтăр пилĕк минут — двенадцать часов тридцать пять минут
виççĕ çине кайни вунă минут — десять минут третьего
минут йĕппи — минутная стрелка
пилĕк минут иртрĕ — прошло пять минут
тăхтасамччĕ пĕр минут! — подожди минутку!

минут

2.
минута (градусăн утмăлмĕш пайĕ)
сакăрвунă градус та вăтăр минут — восемьдесят градусов тридцать минут

пурĕ

всего
в совокупности
итого

словарьте пурĕ хĕрĕх пин сăмах — в словаре всего сорок тысяч слов
çирĕм те вуннă — пурĕ вăтăр тенкĕ  —  двадцать да десять — итого тридцать рублей

пуçне

2.
при счете, перечислении
с...
на...

тухăç гектар пуçне вăтăр центнера çитет — урожай достигает тридцати центнеров с гектара
çын пуçне виçшер тенкĕ тиврĕ — пришлось по три рубля на человека

размер

1.
размер (виçе, пысăкăш)
атă-пушмак размерĕ — размер обуви
юрăхлă размер — подходящий размер
вăтăр улттăмĕш размер туфли — туфли тридцать шестого размера
эсир миçемĕш размер костюм тăхăнатăр? — какой размер костюма вы носите?

сакăрвуннă

при абстр. счете, в качестве подл. и доп.
восемьдесят
вунă хут саккăр — сакăрвуннă — десятью восемь — восемьдесят
сакăрвуннăран вăтăр кăлар — из восьмидесяти вычесть тридцать
вăл сакăрвунна пуснă — ему пошел восьмидесятый год

турт

4.
тянуть, весить, иметь какой-л. вес
икĕ тонна турт — весить две тонны
икĕ пăт туртакан пукан — двухпудовая гиря
сурăх вăтăр килограмм туртать — овца весит тридцать килограммов

тух

9.
выходить, давать выход
получаться

пĕр пăт çăнăхран пăт çурă çăкăр тухать — из пуда муки выходит полтора пуда хлеба
гектартан вăтăр центнер тулă тухрĕ — с каждого гектара получили тридцать центнеров пшеницы
ку какайран виçĕ шницель тухать — из этого мяса выйдет три шницеля

узел

II.

мор.
узел (карап хăвăртлăхĕн виçи — сехетре 1,87 км)
хăвăртлăх вăтăр узела çитет — скорость достигает тридцати узлов

ултă

II.
при конкр. счете, в качестве опр.
шесть
шести-

ултă лав утă — шесть возов сена
ултă хут — 1) шесть раз, шестью
ултă хут пиллĕк — вăтăр — шестью пять — тридцать 2) вшестеро
ултă хут ытларах — вшестеро больше
ултă хутлă çурт — шестиэтажный дом
ултă кĕтеслĕ пӳрт — шестиугольный дом (в пять стен)

утмăл

2. при абстр. счете, в качестве подл., доп.
шестьдесят
вăтăр çумне вăтăр хушсан утмăл пулать — к тридцати прибавить тридцать — будет шестьдесят
вăл утмăлта ĕнтĕ — ему уже шестьдесят (лет)

шăнăçу

емкость, вместимость
вĕçетмĕш шăнăçăвĕ хĕрĕх çын — вместимость самолета сорок человек
вакун шăнăçăвĕ вăтăр ултă çын — вместимость вагона тридцать шесть человек

çирĕм-вăтăр

числ. приблиз. счета
двадцать-тридцать
пĕр çирĕм-вăтăр минут тăхтар-ха — подождем минут двадцать-тридцать

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вăтăр

тридцать
вăтăр çын — тридцать человек
вăтăршар — по тридцати
вăтăрмăш — тридцатый
епир вăтăрăн — нас тридцать

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

салат

разбить. N. Çав капкăн унăн урине пĕтĕмпе салатсах пăрахрĕ, тет. || Распустить (волосы). ЧС. Çӳçне-пуçне пĕтĕмпе салатса ячĕ (старуха-йомзя). || Развертывать, развязывать. Цив. Кукша аллинчи тутăрне салатса пăхнă. Толст. Марйе витрисене лартнă та, кипкине (пеленки) салата пуçланă. Н. Шинкусы. Тутăра салатса (развязав) пăхрĕ те, ăшăнчен вăтăр пилĕклĕ (вунă пуслăх) тенки тухрĕ. Бур. Çул çинче ăна хай разбойниксем тĕл пулнă та, каланă: салат лавăсене, атту вĕлерĕтпĕр, тенĕ. || N. Чӳлмек ăлавне салатса кăтарт халĕ мана. || Раздавать, разносить. Изамб. Т. Çук, çук. Нумай салатрăм. Параймастăп. N. Кашни каç писме салатаççĕ. Ман пор-ши? тесе кĕтсе тăратпăр. Шурăм-п. Хуçа укçа илсе килчĕ те, салата пуçларĕ. N. Вăрлăх валли тырă салатнă (раздавал). N. Хула тăрăх çыру салатса çӳрет (разносит). || Распродавать. N. Илекен çуккипе çур хакпах салатать. || Разобрать. Букв. 1904. Пĕрре çапла атте пĕр сехете илсе салатса тăкрĕ те, тӳрлете пуçларĕ. N. Пĕр вĕллине уçса салатса тăкнă. N. Хамăр çапах патрон ешчĕкĕсене салататпăр, патрон çитмĕ, тесе. N. Унта виççĕн-тăваттăн пулса пуртăсемпе пĕр кĕлет салатса тăкрăмăр. || Раскидывать. || Рассеивать. Чума. Куçĕсене салатса пăхса ларнă. Ск. и пред. 28. Куçĕ харшине салатса ярса. || Рассылать. Альш. Пире вырăна салата пуçларĕç (рассылать, распределять по учительским местам) БАБ. Çав пуçлăх (т. е. киремет пуçлăхĕ) килсе вырăнаçсассăнах пире (пĕчек киремет пуçлăхĕсене) пурне те вырăн тупса салатса пĕтерчĕ. || Распространять. N. Вара хăйсемпе илсе килнĕ чире яла салатаççĕ. N. Растратить; разорить. N. Ăна укçа салатнăшăн сут турĕç. Его судили за растрату денег. Орау. Ачисем апла тĕплĕ пулимарĕç, килне-çуртне салатрĕç (разорились: или распродали, иди пропили и т. п.). N. Порнăçа салатса пĕтерет поль. N. Салатакан (-даган), расточительный; расточитель.

сахалтан

(-дан), самое меньшее, минимум. N. Сахалтан та сире пĕр пăт кирлĕ. Альш. Çухрăма яхăн пуртăр сахалтан тăрăшĕ. Юрк. Хăйсенĕн ĕлĕкхи пӳртĕнче, ашшĕ туса паннинче, сахалтан пĕр вăтăр-хĕрĕх çул пĕр нушасăр пурăнмалла пулнă (можно было). Хып. Çапла кирлĕ япаласемшĕн ытлашши парса пирĕн кашни кил-йышĕ çулталăкне сахалтан 100-150 тенкĕ парать.

сырăш

ясли, изредка — колода. ЩС., Н. Карм. Ст. Шаймурз. † Пирĕн тете пит аван, вăтăр купа капан пек, айне минтер хурсассăн, сырăш урлă курăнат.

сӳре шăлĕ

зубья у бороны. Якейк. Абыз. Сӳре шалĕсем вăтăр.

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çынлă

имеющий людей. Кан. Елĕк чăвашсем хушшинче çирĕм-вăтăр çынлă (имеющие 20—30 членов семьи) çемьесем те пулнă.

çинчен

вм. çийĕнчен — из. Çĕнтерчĕ З2. Кĕленче çинчен эмеле стаккан çине тăмлатать. Ала 16°. Атьăр часрах тухса тарар шыв çинчен, тенĕ (рыбаки). N. Эпĕ хам хаçат çинчен вуласа пĕлменччĕ, çынтан кăна илтнĕччĕ. Байгул. Эпĕ вăл кĕнеке çинчен пĕр сăмах хăвармасăр вуласа тухрăм. Альш. Ман ку сурăхсем çинчен хăшне пусмалла? ЧС. Вăл малтан кушилти çăмартасене сăват, ун çинчен кушил çĕклекене 25 çăмарта парат. || От. N. Вĕсемпе пĕрле киреметсене парне кӳме, е кĕлтума çӳремен; ку пурăнăç çинчен уйăрăлса çӳренĕ. || С, со. N. Сала-кайăксем анчах пĕр йăвăç çинчен тепĕр йăвăç çине вĕçсе çӳреççĕ. Моркар. Пăртак шăршласа пăхам ырнă çинчен (с устатку). || Через. ТХКА 91. Ваçли кӳме çине тăчĕ те, уй-хапхи çине урлă хунă кашта çинчен ялт сиксе каçса, çав кӳме çинех ларчĕ. Сам. 73. Чипер этем çинченех унăн чунĕ путланчĕ. N. Çурăм хыçне икĕ хул-пуççи çинчен туттăр çĕлесе çакаççĕ. Баран. 109. Çĕр ĕçлекен ĕнси çинчен темиçе тĕрлĕ вĕçен-кайăк тăранса пурăнать. N. Пор çӳллĕ çĕртрен сиктереççĕ, сапорсам çинчен, карлăк çинчен. || О, об. Сборн. по мед. Уйăрăм пичетлесе хăйсем çинчен тата уйăрăм кĕнекелле тунă. Регули 113. Ĕçлес çинчен онта поплерăм. Ib. 1095. Вăл ялан чăвашсам çинчен поплет. N. Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. Ст. Ганьк. Мĕшĕн шавлат çав халăх: чăн çинчен те шавларĕç, суя çинчен те шавларĕç. Кн. для чт. 56. Эпĕ сан çинчен пит усал тĕлĕк куртăм. || По (чему). N. Тинĕс çинчен утса пыр. Çутт. 54. Тин çунă юр çинчен киле кайрĕç. || По, за (сколько). N. Вăтăр тенкĕ çинчен. N. Тенкĕ çурă çинчен, по 1½ руб. N. Ку сĕлĕ пирĕн аллă тăххăр çинчен кăна кайрĕ. Мы продали этот овес всего по 50 коп. N. Çăнăхне хăй 1 Т. 80 пус. çинчен илнĕ пулнă, парасса 2 Т. çинчен пачĕ. N. Сысна аш 2 пус çинчен сотат. N. 600 тенкĕ çинчен. Кан. Улăмне торки туса 4 тенкĕ те 10 пус çинчен сутрĕç. Альш. Çитмĕл пилĕк пус çинчен килĕшрĕмĕр (сторговались за 75 коп.). Арзад. 1908, № 42. Кăтюк инке пасарта çăмартине 2 пус çинчен 10 çăмарта сутнă. || Над. N. Куç çинчен пульăсем вĕçеççĕ. Сюгал-Яуши. Сасартăк пирĕн ял çинчен хура тĕтĕм тухрĕ. || По случаю. Тогаево. Пĕр çĕре пыçтарăнса ĕç пĕтернĕ çинчен ĕçрĕç. Микушк. Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ. || При наличии. Чув. пр. о пог. 320. Аслати юр çинчен авăтсан, тырă пулмаст. Если гром гремит на снегу, урожая не будет. || Сверх, того, кроме того; сверх, в придачу. Чăв. й. пур. 25. Яккуне, çинчен укçа парсах, ратнике панă. Илебар. † Кĕштеклĕх те памасан, çинчен хамăр парăпăр. Регули 1529. Вăл пире ĕçтерчĕ, çитарчĕ, çинчен (çинчен тата) прер сом окçа пачĕ. Изванк. Тата çинчен ăштрав тутараççĕ, тата ăристанскине хупса лартаççĕ, N. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ, çинчен (çийĕнчен) окçа пачĕ (сверх того). N. Пĕтĕм чун çĕкленсе каять. Ĕçлес мар çинчен ĕçлес килет. N. Пĕрре çапла тӳленĕ çинчен тата качака путекки парса янă. N. Тӳлев çинчен, сверх платы. || Поверх. Изамб. Т. Халат çинчен симĕс пиçикки çыхаççĕ. Утăм 20. Кĕпи çинчен жилеткă. ТХКА 50. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Альш. Çак хыçрисене пĕтĕмпе сукна çинчен кăларса яраççĕ (части украшения, висяшие на спине, выпускают поверх кафтана). || N. Эпир вăрçас çук çинчен мĕншĕн эсĕ çавăн чухлĕ халăха кăлăхах тертлентеретĕн? N. Ăна шанса пурăннă çинчен эпĕ аптăрамăп.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çоар

(с’оар), рот. В. Олг. Çоар карăлса кайманскер. Чтобы тебе разодрало пасть-то (хайло-то! Гов. крикуну). N. Çу исе килет, тет, пĕр çоар (мышь). Ib. Ой-хапхине хопса чарас çок, сан çоарна та тытса чарас çок. Б. Олг. Пĕр çармас килчĕ те, вăтăр туат пус паркаласа карĕ, вилĕ-чĕрĕ çоарпа (нехотя, не имея определенного намерения купить). || Затяжка при (курении). В. Олг. Çын тортнă чоне пĕр-ик-виç çоар тортатăп (сделаю затяжки три); ним çоар тути те çок. Ib. Чĕлĕмне пар-ха, пĕр-ик-виç çоар тортам. См. çăвр.

çул тăваткалĕ

тăваткăлĕ, перекресток, quadrivium. Актай. Киле çитсен халăх пуçтарчĕç, тет. Пуçтарсан, Иван Иванăч çул тăваткалне тăчĕ, тет те, мĕн курни-илтнине пурне те йĕркипе халăхсене каласа кăтарттăр, тет. Качал. Вара кучĕрне (кучера) çул тăваткалне лартма хушрĕ (царь), вара кайса лартрĕç, тет. (Особая казнь?). Торп-к. Çавă çичĕ ялта манăн памалисем нумай, тесе каларĕ, тет. Эсĕ вăлсане парса пĕтер те, ытлашши йолсан, хăть вăтăр пилĕк пус, хăть пĕр пăт тырă йолсан, вăлсане çол тăваткалне кăларса пăрах, тесе, каларĕ, тет (умерший). Бгтр. Хăш çĕрте халь те, чир яла килсессĕн, тырă пуçтарса сăра тăваççĕ; ĕçсен-ĕçсен, кленчесем çине эрехсем, сăрасем тултарса, мал енелле каяççĕ те, кĕлкĕлесе çул тăваткалне кĕленчисеие лартса хăвараççĕ; çапла чире усатса яраççĕ. Аттик. Çул тăваткăлĕнче темиçе çул пĕрлешет те, вара тĕрлĕ çĕрелле саланса каять.

çурал

(с’урал), родиться. ГТТ. Хĕн çуралсан, амăшне йывăра килет, тет; çăмăл çуралсан, ачана йывăр килет, тет. Ib. Çăмăл çуралчĕ. Роды были легкие. Изамб. Т. Ача кутăн çуралсан, кутăн пулат, теççĕ. N. Ĕнтĕ кунтан (отсюда) таврăнсан, аннерен çĕнĕрен çуралнă пек пулăттăм. Юрк. Çăкăр епле манран аслă пултăр? Эпĕ вăтăр çулта, ăна эпĕ çуралаччен пĕçермен-тĕр? тет. Чхĕйп. Тĕттĕм çĕрти курăк, шăтса тухса, пĕр çимĕç кӳмесĕр хăрса кайнă пек, чăвашсам та ĕлĕк нумайшĕ çурала-çурала, ватăла-ватăла вилнĕ. Сунт. Ĕлĕксенче ача çуралассинчен хăраса, е пăвса, е им ĕçсе вĕлернĕ. N. Çĕнĕрен çуралса пурăнсан та, ăса кĕрсе пĕтеймĕн. || Нарождаться (о месяце). Календ. 1904. Уйăх çуралсан, тăваттăмĕш кунĕнче уяр пулсан, уйăхĕпех уяр пулать, йĕпе пулсан, уйăхĕпех йĕпе пулать. || Появляться, зарождаться. Шихаз. Çав хура вăрмана тĕнче çуралнăранпа та çын кĕрсе ура йĕрри туман. (Из наговора „пăсташ тасатни“).

çуха

çоха (с’уhа, с’оhа), ворот. Юрк. Кĕпе çухи. Б. Олг. Тăлăп çохи, чаппан çохи. См. çохапи, çухави. КС. Тăратмалла çуха, отложной воротник. Чăв. й. пур. 27°. Мĕшĕн тартăн? тесе, Яккăва çухаран ярса тытнă. N. † Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем — тăхăнаймăп. Собр. † Улача кĕпе, çавра çуха, кам каснă-ши сирĕн çухăра. Чăв. к. Ука кирлĕ çуха çавăрма, хайла кирлĕ юрă юрлама. || Шейная повязка. Бижб. Бгтр. † Манпа варлă хĕрсем çук, çуха çыхас хуйхи çук. Ib. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн çуха çук. Лашм. Ачисем пĕр хăмачă кĕпелĕ, çухи мăйĕ кĕмĕл тӳмелĕ. || Ожерелье из монет (украшение). Шибач. Çоха. Чертаг. Çуха, род ожерелья из пятиалтынных и двугривенных, нашитых в два ряда на коже (сăран). Якейк. Çохая мыя çакаççĕ. Çинче сăран çине тенкĕсем (вĕтĕ тенкĕсем: вăтăр пилĕклĕх, ал’иккĕллĕх, çитмĕллĕх) çакаççĕ; сăран çӳл еккине (тенкĕсенчен çӳлелле) вĕт шăрçасам ĕçлесе яраççĕ. Б. Нигыши. Хай хĕр хăй çумăнчен виççĕ тенкĕ татнă та, шăшия çуха туса панă. ЧП. Сирĕн çухăрсем пит илемлĕ, çухăр хуралçисем мунчала. Ib. Чăн мерчентен çуха юсакан.

çухрăм

, çохрăм, (с’ухры̆м, с’охры̆м), верста. Собр. Ĕçлекен вилмест, теççĕ, çывракан вилĕмĕ çухрăмра тăрат, теççĕ. (Послов.). N. Мишерсем хĕсĕрленипе, чăвашсем пилĕк çухрăма куçнă. N. Ву пирĕн патăртан ик çухрăмра, N. Хусан Чĕмпĕртен икçĕр çухрăм (иначе: Хусанпа Чĕмпĕр хушши икçĕр çухрăм). Изамб. Т. Пиртен вăтăр çухрăмран Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕ пуçланат. Бес. чув. 14. Халĕ пирĕн ял йĕри-тавра, тăват çухрăм каймасăр, йывăç таврашĕ тĕл пулма çук ĕнтĕ. Ib. Унăн лаши паян хĕрĕх çухрăм. килнĕ пулсан та, лава ту çине çăмăллăн хăпартрĕ. Янорс. Шопашкар инче-и? тесе ыйтрăм аттерен.— Вунвиçĕ çухрăм, терĕ. Имен. Киле çитесси виç çохрăм йолсан. Орау. Вăтăр-хĕрĕх çухрăм кайсан та, ун та пĕр çын та тĕл пулаймăн. Там можно пройти целые десятки верст и не встретить ни одного человека. НТЧ. Вăл пасар пиртен вуникĕ çухрăмра. N. Кивĕ çохрăм равна 11/2 версте, от бывшей версты в 700 саж. Амалăк-Кипемей. Пĕр пилĕк çухрăмсем пулĕ. N. Эпĕр халĕ вăрçăра мар, 150 çохрăм кайра выртатпăр. Кан. Утмăл çухрăма çуранах (унăн лаши çук) пура хуçи патне каять. Козм. Çохрăм çорă, çохрăм та çорă. Баран. 147. Çĕр планĕ çине пăхсан, масштаб тăрăх пĕр хуларан тепĕр хула миçе çухрăмĕ паллă. N. Иккех çохрăм. N. Манăн тата виçĕ çухрăм каймалла. N. † Эпир каяс (парас) çулсен çинче çухрăмсерен чул юпа. (Солд. п.).

çĕр-çĕре

в разные места. Ала 80. Авлантарасси авлантарăпăр та, карчăк, а пирĕн çĕр-çĕре çӳрес мар (не будем ходить искать невест во многих местах), çĕр-çĕре çӳресси пире кансĕр, айта карчăк, хамăр пек çын тупар эпир, пирĕн вăтăр ывăл, тавай вăтăр хĕрлĕ çын шырар эпир.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), сто. N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытĕ. (Алăк хăлăпĕ). N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытать. (Алăк хăлăпĕ). N. Çĕр тенкĕ, сто рублей. N. Çĕр те виççĕ. N. Çĕр те пилĕк, çĕр те пĕре. Календ. 1904. Пĕр çĕр пуç хурт пур. Есть с сотню ульев пчел. Истор. Вĕсем çав ĕçе çĕр пӳлĕме (главана) уйăрса çырнă. N. Çĕр çул, столетие. Сунч. Ула тына: мĕн хак, тет? — çĕр çирĕм пус, теççĕ (т. е. 34 коп. серебром; так и у КС). Чура-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). Юрк. Çĕр те вуниккĕ, икçĕр вуниккĕ. Шурăм-п. Çинчен тата çĕр çирĕм икĕ пус (35 коп. серебром) укçа парса ярăпăр. N. Çĕр пин, сто тысяч. N. Çĕр те пиллĕк, сто пять. N. Сакăрçĕр çичĕ çул, 807 лет. Тăхăрçĕр вăтăр çул, 930 лет. N. Сакăрçĕр çул. 800 лет. N. Пилĕкçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 595 лет. N. Тăхăрçĕр вуникĕ çул, 912 лет. N. Сакăрçĕр вунпилĕк çул, 815 лет. N. Тăхăрçĕр, вунă çул, 910 лет. N. Сакăрçĕр вăтăр çул, 830 лет. Сакăрçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 895 лет. N. Тăхăрçĕр утмăл икĕ çул, 962 г. N. Çĕр утмăл икĕ çул, 162 г. N. Виççĕр çул, З00 л. N. Виççĕр утмăл пилĕк çул, З65 лет. N. Çĕр сакăрвунă çичĕ çул, 187 лет. N. Çĕр ик çулхи. || При обозначении возраста, как и при др. числ., год можат быть опущено. Альш. Манăн çĕртен те иртнĕ (старше ста лет) асатте пур. М. Васильев № З, З2. Çĕрте икке çитнине. Якейк. Эс минчере? — Çĕр те пĕрере. Сколько тебе лет? — Сто один год. || Сотня (в смысле админ. разделения). См. Разг. С. Мих. 16.

тайпăл

(таjбы̆л), то же, что тайпăн. Альш. † Тайăлмаспăр, тайпăлмастпăр, çав ялсене парăнмастпăр. (Свад. п.). Ib. † Пирĕн аппа начар мар, вăтăр купа капан пек, тайăлмас та тайпăлмас та, çичĕ юта парăнмас.

тарам

(тарам), не важно, не жалко; ладно бы, наплевать (от русск. даром?). С. Тим. † Хурăн-çырли пиçнĕ чух хурăн-ташран уйăрăлтăм; хурăнташ та тарамччĕ (это бы еще ничего, но дело в том, что), атте-аннĕрен уйăрăлтăм. КАЯ. Манăн унталла-кунталла пăхасси тарамччĕ-ха (это еще ничего бы, что я стал посматривать туда и сюда, а дело в том, что), урнă йăтă ăçта кайнине пăхса тăма пикеннĕ. КС. Тарам-çке умпа, юлтăр-и! — Тарам мар-ха, илсех каяр. Пусть останется, это неважная вещь.— Не „пусть останется“, а непременно возьмем. Ib. Тарам-çке манпа, ыттисене илсе кай-ха! Ну меня-то что, ты вот других возьми (туда)! Тюрл. Тарам (пускай), мана кирлĕ мар! (Говорит, если что-нибудь дают). N. Аттăм кĕли тарамччĕ, хĕрсен пуçĕ сыв пултăр. БАБ. Пысăкрах ачасене çапла хытланса çӳресен те, тарамччĕ ĕнтĕ (ладно бы). Пĕчĕкçĕ ачисене мĕне кирлĕ иккен çав каçсерен тухса çӳреме. Ib. Унта пĕр вилес вăхăт çитсен, ӳпне мар, кутăн çакăнса вилсен те тарам, терĕ. К. П. Прокоп. † Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай; сулахай тарамччĕ (ничего бы), вăл та пулин пасарăн (о женихе). Ашшĕ-амăшне. Ватă шăм-шаксем ырата пуçларĕç те, çапах вăл тарам-ха (но это ничего). Аттик. Анне пăрахса килсессĕн (остатки воды, кусочки хлеба, которые бросила она на перекресток от лăп-лап), Матюк аппана пама (за лечение) вăтăр пиллĕклĕх тенки ун патне илсе пычĕ. Матюк аппа аннене: укçишĕн тарам (деньги не имеют важности), сип пултăрччĕ-ха; вăл укçи тармĕ, сип пулни укçаран та хаклă, терĕ. Хăй укçана илчĕ те: ачам, часрах чĕрĕл, тесе тухса кайрĕ. N. Кил пăхасси çапах пире тарам халь (смотреть за домом для нас не важно). N. Пуян хĕрĕ пушмаклă; тарам пушмак пултăр та, урам йĕрне пустармăл (пусть она в башмаках, я все-таки не позволю обижать себя). Урам йĕрĕ çул пултăр, çак ялти хĕр тус пултăр. Якейк. Эп сире йорă йорланăшăн хĕвел-çармĕш илсе парăп (куплю). Хĕвел-çармĕшшĕн тарам та-ха (подсолнышки для нас не имеют значения, мы за ними не гонимся). N. Уншăн тарам-çке, юрĕ-çке! Ладно, и без этого обойдется! Чертаг. Тарам-çке, кирлĕ мар, хăвах çи! К чему? Напрасно. Не надо, ешь сам. (Гов., напр., отказывающиеся от какого-нибудь угощения). || Хотя. Якейк. Ман лаша, тарам (хотя) пĕчĕк полсан та, санчен иртерет. М. Тиуши. † Ах, лашам пĕчĕккĕ! Тарам пĕчĕккĕ пулсан та, çăка каски турттарать. || Впустую, понапрасну, ни к чему. Сред. Юм. Кăçал тыр та полман, ытлин-çитлин окçа-пôхча çôк пирĕн, ĕçкĕ тăвасси тарам полать-и мĕн (видно, придется оставить мысль о пирушке). Ib. Тарам пôлать пôль. Видно придется оставить (задуманное). Ib. Тарам пôлтăр! Оставим (это)!

таран

предел (в этом см. отдельно неупотребительно). || До, по (послелог). N. Санăн чăнлăху пĕлĕт таранах. N. Хĕрри таран (до краев), чавса таран (по локоть, до локтя), пилĕк таран (до поясницы), çĕрпӳ таран (до Цивильска), мăй таран (по шею), çырмасем таран (до оврагов); ман, сан, ун, пирĕн, сирĕн, вĕсем (вĕсен?) таран (до меня и т. д.). N. Кунта сана мăй таран та пулĕ. Ёрдово. Çырма шывсем пурте пĕр шыв çине пухăнаççĕ те, вара çыр таранах (до краев берега) шыв юхать. N. Лаша хырăмĕ айĕ таран, да брюха лошади. N. Кут таран куршанкă, пилĕк таран пиçен, мăй таран мăян. N. † Вăта таран татнă çĕлен мар. N. † Ах, тусăмçăм-пиччеçĕм! Яла тухсан — ят аслă, киле кĕрсен — чыс аслă; Пăва таран çăкăри пур, Чĕмпĕр таран ячĕ пур. Чотай. † Пирн атия кам пĕлмеçт? Москов таран молĕ пор, Питĕр таран пинĕ пор. N. Пилĕк таран шыв çинче (по пояс в воде) тăтăмăр. N. Татяна — тат та ут, вăй пур таран хыççăн ут. N. Чуччу ларкăчи пилĕк таранччĕ; вĕренĕ çĕртен пилĕк таран çакăнса тăрать (веревки качелей были спущены до высоты пояса). Панклеи. Пирн Ентинĕп мĕскер пор? çор ял таран çорчĕ пор, сысни таран тырри пор, карта сикен лаши пор. Кан. Тачка тутийĕ хăлха таранах йĕлпĕрме хăтланнă пек туйăнчĕ („распустил рот до ушей“). || Во временном значении. Кан. Юнĕ пĕр виç эрне таранах юр çинче палăрса выртнă. Его кровь была заметна на снегу недель до трех. Тораево. Сирĕн пилĕк çулхи таран сĕлĕ пур (т. е. разные сорта овса, начиная с овса урожая последнего года и до того, который был 5 лет назад). || В обозначениях приблизительного счета, N. Вăтăр вĕлле таран (до тридцати ульев). Регули 908. Икçĕр таран (икçĕр таранччен) çын порччĕ. || Даже. N. Сăпкара выртаканни таранах (даже дети в колыбели). || Насколько достает (-вало). ГТТ. Мĕн пур сас таран пĕр ултă-çичĕ ерет кăшкăраççĕ. || В предложениях-именах в смысле ио мере. || Насколько возможно, насколько хватит сил. Н. Карм. Эсир çав Клавдийшĕн мĕн тума пултарнă таран (по возможности) тăрăшăрччĕ-ха. ТХКА 114. Атя, утнă таран утар-ха, тет йысна. СЧУШ. Ачасем хăранă майĕпе мĕн пынă таран (изо всех сил) чупа пуçланă. N. Ямшăкне лаши мĕн пынă таран хăвалама хушнă (велел). Регули 909. Мĕн чол вый çитнĕ таран (таранччен) турăм. ЧП. Вăй çитнĕ таран пулăшăп.

таранхи

(-нhи), имя, употребл. в нек. оборотах. N. Вăтăр çул таранхи. N. Хĕрĕх çул таранхи, достигшие 40-летнего возраста.

тенкĕ

(тэҥ’гэ̆, т’эҥ’гэ̆), серебрянная монета (всякая, вообще). Н. Карм. † Аллă иккĕлĕх тенкĕ те яка тенкĕ, чулавалник илмеç (= илмест), мĕн тăвас? Кн. для чт. 82. Якăнат кайран сĕтел патне пырать те, сĕтел çинче пĕр пилĕк пус тенки выртнине курать. Изванк. Упăшки арăмне атă тăхăнтартнăшăн е пĕр, е ик тенкĕлĕх тенкĕ парат. Янш.-Норв. Тенкĕлĕх тенки, пултинник тенки. Пус. Чӳк туна чух малтан тĕнкĕлĕх тенкĕ пышшĕ (= пысăкăшĕ) пашалу пĕçереççĕ, тет. Янтик. Çак виç тенкĕллĕх хут укçана пĕрер тенкеллĕх тенкисем туса пар-ха (разменяй на серебрянные рубли). || Рубль, целковый. N. Миçе тенкĕпе лартмаллине кайран калаçăпăр. N. Çынсем анине З тенкĕпе вырчĕç, вăл пĕр чĕрĕк ытларахшăн 2 тенкĕ яхăн илчĕ. N. Мĕн пурĕ пилĕкçĕр тенкĕ те пилĕк тенкĕ пулчĕ (т. е. 505 р.). N. Пĕр тенкипе ачасене колач исе пар. С. Айб. Манăн пин тенкĕм укçам та çук. Кама 5. Эпĕ сана икĕ пăт та вăтăр кĕрепенке ыраш панă. Пăтне 4-шар тенкĕрен — вăл пулать 11 тенкĕ. Якейк. Анчах лайăхраххине илес тесен, пĕр вун тенкĕсем хушмалла пулĕ-ха (придется прибавить рублей десять). N. 500 тенкĕрен (по 500 р.). N. Çирĕм вĕллерен çирĕм пăт пылĕ пулать, саккăршар тенкĕрен çĕр утмăл тенкĕ, тата пилĕк йышĕ саккăршар тенкĕрен хĕрĕх тенкĕ. N. Уйăха миçе тенкĕпе пурнатăн (получаешь)? Кадыш. Вĕсем вуншар тенкĕрен (по 10 р.) хĕрĕх тенкĕ тăраççĕ. N. Тенкĕ çурă, полутора рубля. || Серебряный рубль. Хурамал. Çĕлĕкĕ çине, çамки тĕлне тенкĕ çакаççĕ, пĕтĕм тенкĕ и çур тенкĕ (рублевики и полтинники).

туп

топ, находить. Регули 1008. Виç кил картинче шыраса топимарăм, тăваттăшăнче топрăм. Ib. 300. Топиччен каймăпăр киле. N. Çтан тупнă эсĕр ку çĕлĕке? Çтан тупрăр эсĕр ку çĕлĕке? N. Она тописан, лайăх полĕччĕ те... Якейк. Онсăр пуçне ку выртма орăх вырăн топиман (не нашел где лечь)? Ib. Онсăр пуçне эс тăхăнма орăх япала топимарăн-и (не нашел что надеть)? Собр. Вăл çĕрĕ мĕн каланине те тупса килсе панă. Сред. Юм. Иккĕн пынă чохне пĕри ӳке парсан, онтан колса: окçа топрăн-а-мĕн? тес вырăнне, тӳрех: топрăн-а-мĕн? тет. Ib. Пире хăйшĕн лава кайма килсе каланă, топрăмăр ĕç вара эпир пориншĕн те лава çӳресен. Янтик. Ах, ун тертне! Мăшкăлать чысти! Ман умран тупайчĕ хăй, кайран хăй умне кайса тăчĕ (нашел на моей лехе, быстро сорвал и ушел на свою леху). Ib. Пыр ярăнсассăн, сăра тупать, теççĕ. Турх. Хăнаху ылхан тупатăн. СТИК. Ун тĕлĕнчен тупăнать. (Гов. про маленьких, если они, отличаясь шалостью, упадут, вывихнут руку, разобьют нос и т. под.). Ст. Шаймурз. Чикрĕм — кăлартăм, чикрĕм — кăлартăм, шурă пуçлă ача тупрăм. (Уйран уçлакан услам çу кăларни). || Карсун. † Ан ӳпкелĕр, тăвансем, эп килнĕшĕн, хăвăр та çапла пырăр хăнана. Тупмăпăр-ши сирĕн сăйăра, тăмăпăр-ши сирĕн умăрта. Ст. Шаймурз. † Ай-хай тантăш пысăк, тантăш пысăк, епле тупаям-ши кăмăлне. || Сосватать. Синерь. Çав тарçа хай Ивана кĕтекен хĕре тупса пама тапратрĕç, тет. || Зарабатывать. Икково. Окçа топа тăрать. Он то-и-дело зарабатывает деньги. М. Сунч. Ун чухне юмăçсем пит нуммай тупрĕç-тĕр. N. Кăçал эпĕ каскаласа вăтăр тенкĕ тупрăм. Регули 1063. Вăл хăва лашисенчен (лашисемпе) окçа номай топрĕ. || СТИК. Ак тупрăм! Ку мана сутса ярĕ. (Ответ отца на наивяое лепетание мальчика: эпĕ, атте, сана, пасара кайсан, сутса ярăп ак, эс мана хĕнетĕнI). || Забеременеть. Шурăм-п. Хунямăш: кин ютран тупрĕ кăна (забеременела от чужого), терĕ. Арăмĕ ача çуратнă, ют çынпа тупнă. || Добегаться, доходиться. КС. Чупрĕ-чупрĕ те, тупрĕ (добегался до худого). Ib. Çӳрерĕ-çӳрерĕ те, тупрĕ. || Родить. ГТТ. Çав вăхăтра аптăраса, çав вăхăтра тин (ача) тупрăм (тупрĕ, турĕ, çуратрĕ). Юрк. Упăшка салтака кайсан 7 уйăхран ача тупрăм. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, ĕрехмет пире тупнăшăн (= çуратнăшăн. КС.). N. Ача тупасси хăшпĕр хĕрарăма питĕ хĕн. N. Вăл ачисене пит йывăр тупать (пит çăмăл тупать). || Получить удар(-ы), побои. Ск. и пред. Чув. 48. Хăй те лайăхах тупса кайрĕ пулмалла. || Юмансар. Хăйне валли туп-а-а çӳрет. Он себе всегда беду найдет. N. Лешĕ топнă корнать ĕнтĕ (налетел на что-то недоброе). || Придумать, изображать. Истор. Шӳт тума юратнă, час-часах хăйĕн юлташĕсене мĕн те пулин тупса каласа култарна. N. Çĕнĕрен пĕлĕмлĕх тупса кăлармалла. N. Пĕр япала пулсан (или: пулнă пулсан), сăмаха тупма йăвăр вара (забудется вследствие того, что стал думать о другом). || Разгадать. Орау. Е паçăр ватă каланă сăмахсене тупас пулать (разгадать слова, сказанные стариком). || Стянуть. Курм. || Заразиться, N. Иртĕхсе çие-çие тăм-хаяр чир те тупăн.

тупăк

, топăк, (тубы̆к, тобы̆к), гроб. Актай. Вара вăлсем ылттăн тупăк туса хĕре кӳртсе вырттарчĕç, тет те, вăрман хĕрĕнчи юман тăрне кайса лартрĕç, тет. Ст. Чек. Тупăк: раньше мертвецов хоронили в деревянных гробах необыкновенной толщины, хырă хăми ĕмĕр çĕрмес-çке, ӳт ан çĕртĕр вара, тесе. ЧС. Тупăк туса пĕтерсен, пӳрте кӳртрĕç те, тĕпне милкĕ сарса ак çапла каларĕç: акă мунчара çапăнма милкĕ паратпăр, терĕç. Унта тата хĕрарăмсем япалисене пурне те хучĕç. Тупăк ăшне вара: пушăт, шĕшлĕ, тата хăй çӳрекен туйине хучĕç. Пушăчĕпе шĕшлине, çăпата çĕтĕлсен, çăпата тума, терĕç; туйипе леш тĕнчере шыв урлă каçмалла, тет, ăна çавăн урлă каçма, терĕç. Ib. Тата пĕр çĕçĕ, шĕшлĕ, вăтăр пилĕк пус укçа, тура хучĕçĕ; вĕсене хунă чух: Митри, çĕççӳпе çăкăр кас, шĕшлӳпе çăпата хуç, укçупа, авланас тесен, авлан, турупа пуçна тура, тесе хучĕçĕ. БАБ. Хура кушака пусса пĕçерчĕç те (колдуньи), тупăк йăвăççи витĕр хĕрĕх те пĕр турам туса çитерчĕç (меня, чтобы преподать тайны колдовства). Сред. Юм. Çĕн çол çĕрĕ кăшши тĕттĕм мунчана пĕчченех кайса, орисĕне салтса, хĕреç хывса, пиçикие салтса, икĕ куçлăх витĕр — пĕрне хыçала, пĕрне омма тытса пăхсан, хăй качча илес хĕре, хĕр полсан, хăй каяс качча корать, тет, тепĕр çĕн çолччин вилес полсан, топăк (scr. топăт) корать, тет. (Старин. поверье). Ачач. Вара каллех, тупăк лавĕнчен юлас мар тесе, хăвăрт-хăвăрт уттара панă. N. Ко вăрçăпа чĕрлех топăка кĕрсе выртас полать.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тăрат

(ты̆рат, тŏрат), заставить, позволить встать. N. Эпир чӳрече çине тăрăпăр.— Эп сире тăратăп. ТХКА 40. Атте, кĕсрене тăратса ярас тесе, пынă та, кĕсре сывламас та, тет. Ib. 42. Эпĕр те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тьыхана тăрата-тăрата кантарса, майпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр. || ЧС. Пӳртре тăратмаст (не позволяет мне быть в избе). || Остановить. N. Лашăна тăрат. Останови лошадь. Кан. Тпрр-ру!.. Тăрат, атте, çакăнта. Тип-çырма. Тăратăр-ха! Стойте-ка (говорят едущим на лошадях). Ала 13°. Çавă пăрахот пырса тăратсассăн, çакă ватă хуçа пăрахот çине кĕнĕ. || Держать в бездействии. N. Мĕн пур пек вăйна, ăсна ахаль ан тăрат,— телей тупма урăх май çук. || Продержать, дать существовать, N. Унăн йăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тăратăп. || Держать. N. Тирпейлĕ арăм пӳртре çӳп-çап тăратмаçт. О сохр. здор. Çĕр ăшĕнче çĕрекен япаласене пĕртте тăратас пулмасть. Ib. Пĕр-пĕр тумтире тулта тăратсан, вăл ытти япаласем пекех сивĕнсе каять. Скотолеч. 19. Тутăрне улăштарса çыхнă чухне суранне кăшт та уçă тăратма юрамасть. Якейк. Çăмартая вĕрекен шу шăнче пилĕк минут тăратсан, пиçет. Ib. Çип çамçа хотсан, каткара вуник сахатран ытла тăратма йорамаçть. Юрк. Пиçекен ашĕсем чукунта тăратса тăраканнисем, вутпа çунса, ĕнек тути калаççĕ. N. Вăрă-хураха, пысăк арчана йывăç çине çакса, виличчен тăратнă. || Поднимать. N. Хăпартнă чох перĕн орапа тӳнсе карĕ, ăна эпĕр тăратрăмăр та, киле карăмăр. Ст. Шаймурз. Путнине кăларма хушнă, тупнине тăратма хушнă. Ib. Çӳлелле тăратат. Поднимает к верху (ногайку). N. Хайхи тарçă хулхисене тăратса, пурне те илтесчĕ тесе, шухăшласа ларнă. Халапсем. Унăн урисем çӳлелле тăратса тăраççĕ (торчат). || Будить, поднимать с постели. Пшкрт. Якейк. † Хамăр ялăн хĕрсене айне тӳшек сармалла, çине тăлăп витмелле, ачашласа тăратмалла. Качал. Хĕр тăратать-тăратать Йăвана, тăратса та тăмастĕ (не просыпается). || Ставить, поставить. Орау. Мĕшĕн лашисене пурте кунта тăратнă. Трхбл. Тăрат лашана. Поставь Лошадь. ЧС. Çавăнпа эпĕ насвуса тăратнă тĕле, ăна курма тесе, кайрăм. N. Пĕр çынсене тепĕрисем çине хирĕç тăратса вăрçтарса çӳренĕ. N. Вĕсен йĕри-тавра тĕкме тăратса çавăрăннă. Якейк. Тăратса тусан, чĕмел лайăх типет. Чĕмел тума пуçланă чох тват-пилĕк кĕлте тĕкĕштерсе тăра(та)ççĕ те, онтан çавăрса каяççĕ. Ib. Вăл чола выртарса хоман, тăратса хонă. || Назначить, поставить. N. Паян урăх санитара тăратрĕç ман вырна. || Представлять. N. Вăл çав çулнех округа хут тăратнă, 50 ача таран вĕрентмешкĕн. Кан. Хăйсем тĕллĕн кайса çĕр йышăнса килнисем çак каланă хутсенчен кайранхи икĕ хута анчах тăратмалла. || Доставлять, поставлять. Кан. Байков хаçатсене вăхăтра тăратмасть. Кильд. Ку çамрăк хуçа хĕрин (у невесты) мĕн çуккине вăл хăй тăратма пулнăю Ала 8°. Сирĕн мĕн çуккине эпĕ хам тăратăп, анчах эсир мана хăвăр хĕрĕре парăр. Якейк. Эп школа вотă тăрататăп. Я доставляю в школу дрова. Ib. Вăл пире аш тăратать. Он доставляет нам мясо. Ib. Вăл çар валли лаша тăратать. Он для армии поставляет лошадей. Янтик. Çар валли лаша тăратать вăл (поставляет лошадей для армии). Юрк. Пирĕн хура-халăхăн: çын вырăнне çын тăратас, тенĕ сăмах пур. N. Лаша вилчĕ, питĕ ан колян, çотăкăй (= всетаки) он вырне тăратрăмăр. || Задерживать. N. Çак хота (= çырăва) илсен, ан тăратăр, часрах ярăр. N. Пиçмине сирĕнтен илсен, пĕр сахат та тăратмарăм, кала ятăм часрах. N. Вăрçă выйлă пулсан, пире те нăмаях тратмаççĕ. N. Пиçмона авла (= алла) илсен, пĕр кун та ан тăрат (не медли ответом). N. Çырува ан тăрат, как çитсенех яр. || Оставлять. N. Нимĕн те таратмаççĕ (все тащут, воруют). N. Пĕр япала та таратмаст. || Поместить. Ст. Чек. Çулăха вутă тăратнă (поместили в „çулăх“). Янгильд. Çул каякан çын карĕ; анчах Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || Построить. N. Вĕсен пӳрт-çурчĕсене салтаксем тăратнă. || Erigere (mentulam). || Употребляется в качестве вспомог. глагола. Орау. Пĕр çынна çил çӳлелле çĕклесе капан урлă каçарса тăратрĕ, тет. N. Ултă çула вbççĕмĕш ятташне пĕр кăлармасăр тăратма хупса хурать (запирает свою дочь).

тăрук

вдруг, сразу (русск.) Чхĕйп. Çавăнпа, пуян çын вилсен, алăк çăвăнче (= çумĕнче) çирĕм-вăтăр çурта тăрук çунса ларнă (горели).

халлĕн

употребляется в смысле послелога: в состоянии, в виде (чего). Пазух. † Леш кассенĕн хĕрĕсем вăтăр çула çитнĕ ĕнтĕ: хĕрĕх çула çитсессĕн, хĕр халлĕнех (в состояиии дев, т. е. старых дев) ларас тет. N. Эпир мĕнле халлĕн вилĕпĕр... (в каком состоянии умрем). СТИК. Ахутана карăм та, пĕр кайăка чĕрĕ халлĕнех илсе таврăнтăм (принес живым). N. Çĕнĕ халлĕнех, несмотря на то, что новая. N. Трофима чирлĕ халлĕнех эпĕ Милита хăвартăм. N. Сывă халлĕн тухса кайрăм. Сред. Юм. Пусывккана тырă ямасăр, мăян халлĕнех авăртрăмăр (без примеси зернового хлеба). N. Кĕнекене уçса хунă та, халь те уçнă халлĕнех тăрать (уçах выртать). Турх. Пĕр пуç халлĕн сарăхса кайрăн. Баран. 132. Хăш-хăш меттал: ылттăн, кĕмĕл, шур ылттăн çĕртен таса халлĕн тухать. Ib. 46. Ун пек чух çаран тăрăх ĕрĕхсе çӳреттĕм, чупса пынă халлĕн купа çине сиксе утă ăшне кĕрсех ӳкеттĕм, чикеленеттĕм, йăваланаттăм. Ib. 154. Çав халлĕн (в таком виде) тинĕс хĕрринчи хуласене сутма кăлараççĕ (вывозят на продажу). N. Вĕсем хальхи саманана епле халлĕн çитсе кĕнине пĕлтерсе тăрать. Альш. Леш юппи вăл çав тарăн халлĕнех (оставаясь таким же глубоким) каять юхса хĕвел тухăçнелле, Сĕвенелле.

хур

хор, локоть, по-другому: чике. Бреняш. учит. СПВВ. Хур, локоть. Якейк. Хур = чавса тăршшĕ. Ib. Вăтăр хур тăла тĕртрĕм. Н. Седяк. Мĕн пур алăпа виçни; сак икĕ виçепе (чике е хур) пирсене виçеççĕ. Ау 376. Чике старик, хур сухал. (Купăс). Регули 383. Ку икĕ хор тăршĕ. Сред. Юм. Пире хĕрарăмсем хорпа виçнĕ. Чавсаран пуçласа пӳрне вĕçĕнчен çаврăнса тепĕр чавса патне çитсен пĕр хôр полать. Ib. Хôр — алă тăрăшĕпе чавса таран виçекен виçе. Пӳрне вĕçĕсенчен те чавса таран калла-малла пĕррĕ виçсессĕн пĕр хор полать. В. Олг. Хор — мера кругом локтя; хор палли — знак на руке; хорлăх, икĕ хорлăх. Чутеево. Хур — мера в З локтя. Пилĕк хур чике = 11 локтей. Орау. Хур = 2 чике, мера в длину всей руки. Чертаг. Хор, мера в 2 локтя. Изамб. Т. Кумкăç пилĕк хуртан (2 локтя) ытла пулмасть. N. Хур = 2 чике (чикĕм), от локтя до конца пальцев. СПВВ. ТМ. Тăватă хут чавсана виçсен пĕр хур пулат, ку сăмаха пир виçнĕ чухне анчах калаççĕ.

хутăр

моток, мотушка. Н. Седяк. Хутăр = авăрланă, хутăрнă çип. Кĕвĕсем. Кăвак хутăр хăш тĕлте? Пĕвевçĕ кашти хыçĕнче. ЧП. Симĕс пурçăн хутри. ЧП. Пурçăн хутăрĕ. N. Тăхăр хотăр анчах хотрăм. N. Хутăр шутлаççĕ ак çапла: тăватă пĕрчĕ (= сум), вăтăр сум (= вунă, 120 пĕрчĕ); хутăр пулать вуннăран пуçласа вунсаккăра çитиччен. N. Пирне вăрăм тăвас тесен хутăра икĕ кăшкар çине çăмхалаççĕ, кĕске тăвас тесессĕн виç-тăватă кăшкар çине те çăмхалаççĕ. Сред. Юм. Хутăр ӳкерес тесе, йĕке çинчен хутăруççи çине пушатса пĕтерсен, çиппине хутăруççи çинчен кăларса илнине калаççĕ. Ib. Хутăр хутрас тесе арланă çиппе йĕке çинчен хутăруççи çине пушатнине калаççĕ. Ib. Йĕке çинчи çиппе хутăруççи çине çăмхаласа илсен хутăр теççĕ. N. Хутăр, чĕр çиппе арласан кайран çăмхаласа тунă çип пăявĕ (авăрланă хыççăн). Собр. Чӳречĕрсем çинче кусуй çинче симĕс пурçын хутри хут çинче. Корак-к. Тутарпа мищер хутăрн. (Кантăрпа пуса).

хăта

(хы̆да, хŏда), сват. ГФФ. † Ан ан, кĕрӳ, ут çинчен, хăти хирĕç тохмасăр. Не слезай, жених, с коня, пока сват не выйдет встречать. Юрк. Хăта = каччă ашшĕ (свадебн. терм.), если отца нет, то ытти пысăк тăванĕсем. Ib. Хăта = хĕр ашшĕ (свадебн. терм.), если отца нет, то ытти пысăк тăванĕсем. НАК. Хăта тесе ача ашшĕне те, хĕр ашшĕне те (отца жениха, также и отца невесты) калаççĕ. N. Хăтасене кайнă (вм. хăтасем патне кайнă). Б. Олг. Кĕçĕн кĕрӳ йорлат: сăпаççипă хăтине ырă сăра парнăшăн, сăпаççипă тăхлачине ырă апат-çимĕçшĕн. Ib. Мăн кĕрӳ арăм йорлат: сăпаççипă тăхлачине, сăпаççипă хăтине ырă хĕрне çитĕнтернĕшĕн. Ала 82°. Çитрĕ, тет, туй çĕмĕрлсе хăта килне. Хăта килĕнче туя пăхаççĕ, тет, тем пек, ĕçтереççĕ-çитереççĕ, тет. НАК. Çапла сăра ĕçкелесе ларнă чух икĕ хăта (хĕр ашшĕпе ача ашшĕ) калаçма тапратаççĕ хăйсен ĕçĕ çинчен. N. Ватă хăта. Изамб. Т. Çӳресе пĕтерсен, татах тĕп хăта патне килеççĕ. Ib. Хăтана салам кала. Байгул. † Хăта хĕрĕ сарă хĕр (невеста). N. Вара икĕ хăта пĕрле пасара тухаççĕ те, çураçнă укçасемпе парне илеççĕ. К.-Кушки. Вăтăр çулхи ывăлĕшĕн çуллен хăта яратчĕ. Ау 178. Аппаçăмах Пăраçа хур пулминччĕ хăтара. Синерь. Хай хăçăн çӳрекен старик хăтана ларса килчĕ, тет. Вомбу-к. Хăта тесе акайăн хунешшĕпе тăванĕсене калаççĕ. Изсшб. Т. Хăта, так называют с именем молодых, без имени — старых. Без имени называют лишь близких родных мужа или жены (только мужчин). || Друг, приятель. Т. VII. Эсĕ, хăта, ăçта каятăн капла? А.-п. й. 75. Атя, хăта, пĕрле кайăпăр. Пойдем, друг, вместе. || Адвокат. Начерт. 189. Хăта, сват; адвокат.

кĕмĕртен

(кэ̆мэ̆рдэн), значительным количеством. СТИК. Укçана кĕмĕртен (большой суммой) илмесен, вăл таçта тăккаланса пĕтет. Орау. Кĕмĕртен (к'ӧ̆мӧ̆рд'эн) çĕр тенкĕ патăм, вăт сана? Ib. Сут лашăна, вăтăр тенкĕ парап, кĕмĕртен (в этой записи так!) укçа парап. Ib. Кĕмертен (в этой записи так!) илмен укçа вăл таçта кайса кĕрет (деваются); вĕттĕн-ваккăн саланса пĕтет те (истрачиваются), ниçта кайнине те пĕлместĕн. П. И. Орлов передает это наречие словом сполна. См. кĕмĕр, кĕмертен.

кĕçĕн-кĕрĕм

кое-какой, кое-как. Сред. Юм. Хĕр туй таврешĕнче кĕçĕн-кĕрĕм сăрапа çитмес ôнта, малтан, вăтăр-хĕрĕх витре сăра ту та, вара хĕр туй тапрат. СТИК. Вăсем кĕçĕн-кĕрĕм хытланаççи вара! Ib. Вăсем пирĕн пек кĕçĕн-кĕрĕм пурăнакан çынсем мар. Они живут не как мы, не кое-как.

крапляла

кулеткацкий термин. Б. Яныши. Эпир пилĕк кунта вăтăр çиччĕ (рогож или кулей) çапрăмăр. Анчах мана карнă чухне крапляла тытнăшăн пĕрре пуçран, хулха патĕнчен, çапаканĕ шарт! тутарчĕ.

тĕп

частица образов. формы превосходной степени. N. Арпус çап-çаврака пулсан та, ун çинче ларакан шăнана вăл тĕп тӳрем пек курăнать пулĕ, тет. Чув. календ. 1911. Çурçĕр енчи, тĕп çурçĕр енчи чи сивĕ вырăна çурçĕрти полюс теççĕ. Кан. Çырмисенче пулă алăпах тытмалла, çĕрĕ тĕп тикĕс, хура тăпраллă. Стюх. Тĕп тĕмеске. Юрк. Пакку çинчен тĕп тĕрĕс пĕлтĕм (точно узнал). Толст. Пĕр кĕрепенке тĕп тĕрĕс касса ил. Орау. Тĕп тĕрĕс, как раз. Изамб. Т. Укçана шутласа пăхрăм та, тĕп тĕрĕс (все целы). Юрк. Çăварĕнчи шăлĕсем пурте тĕп тĕрĕс пулнă. Ал. цв. 28. Çак пурне те хăратса тăракан тискер сăнăмпа эпĕ ĕнтĕ тĕп тĕрĕс вăтăр çул пурăнтăм. Якейк. Текерлӳ çăмарти тĕп тĕрлĕ. Ib. Тоттăра тĕп тĕрлĕ шăтарнă. Ib. Уйăра тĕп тĕп-тĕрлĕ кĕтӳ çӳрет. В. Олг. Тĕп тĕрлĕ йĕм. Панклеи. Кайăк тытас килет-и сан, çав чăршă тăрнче вакша тем чохлех, тет. Кайса пăххăрм та, чăнах вакша тĕп тĕрлĕ йывăç тăрнче. КС. Пăшал паллине тĕп тĕрлех тунă (тивнĕ, много дробин попало). N. Пĕрик эрне хушшинче уя тĕп тĕрлĕ çĕмел лартаççĕ. Paas. Тĕп тĕттĕм, совсем темный. N. Çанталăк тĕп тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. || Совершенно, окончательно. Собр. Тарçа-тĕрçе шанакан хăрах куçсăр пулнă; ывăла-хĕре шанакан тĕп куçсăр пулнă, терĕ. Б. Хирлепы. Тарçа шаннă, хăрах куçсăр пулнă тет, улне-хĕрне шаннă, тĕп куçсăр пулнă тет, терĕ. Трахома. Çапла чир ик-виç çулта çынна тĕп суккăрах туса лартать. N. Тĕп суккăрри пулмасан, куçĕсем пăсăлса çӳрекенсем те пулин пур, тет. N. Халăха кирлине тĕп татса çырайман.

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

тĕпле

вставлять дно (в ведра, в кадки). Изамб. Т. Витре тĕплеççĕ. Сет-к. Витре тĕплемелли пор-и? || В перен. смыс. N. Унтан кĕчĕç пӳртелле пичке тĕпне тĕплеме. || Делать чищобу, корчевать. Изамб. Т. Вăрман тĕплеççĕ. О Японии. Вăрман тĕплесе, лачакасене, шурлăхсеке типĕтсе çĕр тăваççĕ. Календ. 1907. Ĕçлеме юрăхлă çĕр тупас тесен, çав вăрмана малтан тĕплес пулать. Хурамал. Тĕплес-вăрмана тымарри мĕнĕпех çаратса илес. Сред. Юм. Тĕп тĕплеме ломсăр, вăрăм авăрлă портăсăр ан та кай, порĕ пĕр тĕплейрес çôк. || Обшить (тесом). Орау. Кĕлет пуçне хăмапа тĕпленĕ. Чертаг. Пӳрт çамкине тĕпленĕ. || Расследовать (дело); допрашивать; исследовать. КС. Лайăх тĕпле. Хорошенько расследуй дело (напр., во время кражи). N. Комиссия çĕр нушине тĕплемелле пулнă. Хорачка. Тĕплесе ит, разузнать. N. Пурне те тĕплесе çырса илчĕç. N. Лайăхрах тĕплесе çыр. || Основательно. N. Чăваш историне тĕплесе çырас пулсан, авалхи кĕнекесене нумай вуласа тухас пулать. N. Пит тĕплесе çырнă. N. Малалла тĕплесе каласа парăпăр. N. Пит ăслă, ĕçе лайăх тĕплесе тăвакан çын. || Аккуратно. N. Симун кантуртан таса укçан- вăтăр тенкĕ илчĕ. Лайăх кăна тĕплесе чикет те чуптарать килелле. || Назв, игры в козны, когда козны ставятся поперек того направления, в котором бьют. См. мĕтеçле. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлат, пурне те тĕп тăваканни илет.

тĕп пул

разориться. Собр. Тарçине шанакан тĕп пулнă, теççĕ. Кто надеется на наемника, тот пропадает (разорится). (Пословица). Изамб. Т. Кавал Сахарĕ тĕп пулнă темест-и? Не правда ли, что Захар Ковалинский разорился. || Замаяться. СТИК. Çав ĕçе тăваймасăр тĕп пултăм. Замаялся я с этим делом. N. Сана шыраса чисти тĕп пултăмăр. || Пропадать, сгинуть. Бугульм. Пире хĕрсем ан кĕтчĕр, кĕтчĕр-кĕтчĕр ан кĕтчĕр, кĕтнĕ çĕртех тĕп пулччăр. Абыз. Вăтăр тенкĕ парса арăм илтĕм, вăтăр тенкĕ тĕп пултăр, арăм çинчен куç каймар. ЧП. Ялтиех те тăшман тĕп пултăр. Стюх. Тăшман тени тĕп пултăр, савнă тусăм сыв пултăр. N. Вăл-ку тĕп пултăр. Истор. Игорь те çавăн пекех пире тĕп пулмасăр чунне кантарас çук. Сред. Юм. Камăн та полса йăх-тĕп пĕтсен, ачапча полмасан, тĕп полнă, теççĕ. Байгул. Эпир илес хĕрсене ырă çын илтĕр тĕп пултăр, мĕскĕн илтĕр усă куртăр. N. Тĕп пул эсĕ (проклятие). КС. Тĕп пулах кайтăр, унпа калаçмастăп. Ну его, я с ним не буду разговаривать. Ib. Тĕп пултăр-и, туртмастăп. Ну его, не буду курить.

чалăш

печатная сажень. N. Çавалăн тарăнăшĕ хăш тĕлте пилĕк чалăш пулать, теççĕ. Орау. Амăшĕнчен çирĕм-вăтăр чалăш кайран пырать (о плохом жеребенке). Ib. Ялтан пĕр çĕр чалăшран вăрман пур. СПВВ. ИА. Чалăшра виçĕ аршăн. N. Чалăшра пĕре тăпра копаланă. N. Манран пĕр чалăш тупă етри пырса ӳкрĕ. N. Сăрт çинче икĕ чалăш йор. N. Чалăш = хăлаç. Якейк. Чалăш çорă шĕшки пор, кренкке çорă мыри пор. Там есть орешина, имеющая 11/2 сажени высоты, а на ней орехи по 11/2 фунта весом, || Сажень дров. Пшкрт. Чалăш татма кайса. Рубит дрова в казенном лесу по саженям.

чулле

чолла, назв. игры. Якейк. Чолла теминчейĕн те вылляма йорать. Сăмахран калас, воник чолпа иккĕн вылляс полсан, кашни олтшар чол, виççĕн вылляс тĕк — тăватшар чол полать. Чолсене уçа илеç те çӳлелле прахаç, чолсам ӳкиччен ал тӳртне çӳлелле тытаççĕ. Ал тӳрт çине ларнă чолсене калях çӳлелле прахаç те, уç топань çине ӳкереççĕ, уç топанне минче чол кĕрет, çан чол чол тытрăм теççĕ. Хайпăр хăй тӳпине тытмасан. Çан чол суххари кивçене кĕтĕн, теççĕ. Вылляса ăвăнсассăн прахаççĕ. Эп сана пасăр вăтăр пилĕк çуххари кивçене кĕтĕм, халь эс мана пилĕк суххари кивçене кĕтĕн. Ib. Чолла çирĕм чолпа та вылляма йорать. Ăна иккĕн, виççĕн, тăваттăн, воннăн та вылляççĕ (бросают камни вверх и ловят их). Ст. Чек. Чулла выляни. Пилĕк чулпа выляççĕ. Пĕр чулне çӳле ытса ярат, ăна тытат та, çав вăхăтрах чул илет: малтан пĕрер, унтан икшер, унтан пĕрре виççĕ, тепĕре пĕрне илеççĕ. Вара пурне те хурат çĕре те, хăшĕ тесе ыйтат тепĕринчен (унта иккĕн выляççи, виççĕн-и); лешĕ пĕр чулне кăтартат. Выляканĕ сулахай аллипе шитласа виçнĕ чухнехи пек тытат: пуç пӳрнине, вăталăх пӳрнине, вăталăх пӳрни çине шĕвĕр пӳрнине хурат. Кăтартнă чулне çӳле ярат, вăл аначчен пĕр чулне сулахай алли патне тĕртет, е виттĕр кăларат. Çапла пур чулне те кăларат. Тепĕре кăларма тытăнат, тепĕре кăларма тытăнсан пĕрре кăларсан, пĕр мая пулат, тепĕрне кăларсан икĕ мая. Çапла хисеплеççĕ: кам çĕнтерет, çавна çĕнейменни йăтат; вылянă чух, чула алла илнĕ чух çӳле ытнă чула тытаймасан, вăл çĕре ӳксен ку вăйă выляни хăрат, чулсем тепĕрин патне каяççĕ унăн пĕтсен е хăрсан, малтан выляканĕ çĕнĕрен вылят.

хĕл

зима. N. Хĕл, хĕлле. Орау. Пĕр вăтăр улт çул хушшинче хĕл кун пек час ларман. N. Кăçал хĕл ир ларчĕ. N. Хĕл иртрĕ (также: çитрĕ). N. Хĕл нумай юлмаст (осталось немного до весны). N. Хĕл ларчĕ. Установилась зима. N. Кăçалхи (или: ку) хĕл — хĕл пек те мар. N. Хĕл килет (или: пулать) пуль! Видно, хочет быть зима. N. Хĕлӳ анчах ларать халь, эс çулахине шухăшлатăн! Еще только зима наступает, а ты уже думаешь о лете (о летнем). А.-п. й. 65. Çук, апла юрамасть, пĕчĕк кайăка усрава илнĕ йăвăçсен çулçисене пĕрне те ан тивнĕ пултăр, вĕсем хĕлĕпех симĕс тăччăр, тенĕ. ГФФ. Хомăш котне пăр шăнсан, хĕл полнине тин пĕлчĕç. Только тогда узнали, что наступила зима, когда обледенели комли камышей. Рак. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх. В. С. Разум. КЧП. Хĕле хирĕç, к зиме. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç. N. Хĕл ларас уммĕн, перед наступлением зимы. N. Хĕлччен инçе-ха. Туперккульос 36. Çывăрасса та хĕл хушшинчех чӳречесене уçса ярса çывăрма пултарать. Кан. 1927, № 212. Хуртсем хĕле аван каçсан, вăсене çуркунне пăхма аван. Баран. 161. Çула пит шăрăх пулать, хĕл сивĕ килет. Е. Орлова. Хĕл айне полаттăр. Вас застанет зима. N. Кăçал хĕл час ларĕ. N. Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. (Послов). N. Хĕл хырăмĕ пысăк, теççĕ. Регули 1205. Ку хĕл иртнĕ çĕрте çĕр сом илтĕм. Ib. 392. Хĕл полĕ (или: полать) ĕнтĕ. N. Хĕле кĕриччен (до зимы) эсĕ килме тăрăш. Т. VI. Эпĕ хĕле кĕриччен качча каймалла (должна выйти замуж). Унтан хĕлĕ пулчĕ, тет те, хĕрĕ те качча каяймарĕ, тет, карчăкĕ те вилеймерĕ, тет. Изамб. Т. Çапла вĕсем ĕçлесе хĕле кĕрсе каяççĕ. Ала 96. Пурăнсассăн-пурансассăн, çакă мĕскĕнсем тата хĕле кĕрсе кайнă. N. Хĕле кĕретпĕр, начинается зима. Орау. Хĕле кĕни нумай пулмасть халь. Зима наступила недавно. N. Хĕле кĕрет, наступает зима. N. Хĕле кĕретпĕр ĕнтĕ. Истор. Киле каяс тесен, хĕле кĕтĕмĕр; капла пĕр усăсăрах киле кайсан, пире никам та ырă сăмах калас çук, хамăртанах кулĕç. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç (к зиме). N. Ул хĕлте те атă ĕçлесе нумай укçа тупрĕ. N. Унтан хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. КС. Выçлăх чухне çур хĕлтен çуркуннене çитичченех йăтса тăратса пурантăмăр (больных животных, которые ве могли сами подниматься). Ст. Шаймурз. Петрав иртсен тăри юрласан, хĕл час ларать, тет. Кан. Çак савăта иртнĕ хĕлте юсама тытăнчĕç. Якейк. Хĕле хирĕç чӳречесене питĕртĕмĕр. N. Хĕл пĕтеспе (или: иртеспе) карĕ. Уехал в конце зимы. СТИК. Хĕл лараспа (к зиме) çанталăк пит сивĕтсе çитет. Сред. Юм. Нӳхрепе пăр хĕрсан, хĕлтен хĕле çитечченех пырать. N. Арман пĕвинчи пулла хĕл пĕтерет. || В переносном смысле. N. Нихăçан та çынна сăмахпа кӳрентермест, йытă çурине те хĕл кăтартмасть.

парне пар

подарить, делать подарки. N. Апат çисен çураçнă хĕр парне пама тытăнать. Менча. Вăл: тухатса парса хамăр ял витĕр вăтăр туя (свадеб) хама парне парса пуççапса йăлăнмасăр ирттермерĕм, тесе, мухтанатьчĕ, тет. N. Алла тытнă пĕчĕкçĕ ача çынни çине какка тусан: акă телей! ку мана парне парать! теççĕ. Е ача амăшĕсем: ку сана ӳссен парне парать, теççĕ. Городище. Парне парать. (Метафорическое выражение, означающее, что ребенок испражняется на человека, взявшего его на руки). СПВВ. Хĕр ашшĕсем хĕрĕ хыççăн парне параççĕ. Никит. Шыв тытнине пĕлсен, ăна парне парса çырлахтарнă. Сред. Юм. Çĕнçынсĕм ратнисĕм патне чăн малтан хăнана кайнă чôхне пир-и, сорпан-и илсе кайса параççĕ, çавна парне пани, теççĕ. Юрк. † Хапха умне хирĕç тухакана икĕ куçран парне парăтăм. || Приносить жертву. Кратк. расск. Унта пусса ăна мана парне пар.

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

асси

(аσσиы) degener, parvus, pusillus, deformis, debilis (deiis dicitur, qui aliqua ex parte deteriores sunt ceteris ab iisdem parentibus natis). Eadem v. etiam bestiae significantur ceteris una procreatis deteriores. Выродок, напр. если кто-либо из детей родится маленьким и таким останется и после. Употребл. также относительно животных и птиц, родившихся меньше детенышей того же помёта или птенцов того же выводка. Ст. Чек. Асси — ерттил çуралнă çинче начарри: сысна чĕппи, хур чĕппи, чăх чĕппи, йĕкĕреш ача; чи начаррине асси теççĕ. Синьял. Ĕлĕк пĕр карчăкпа, старикĕн вăтăр ывăл, пулнă, тет; вăсенчен пĕри асси пулнă, тет. Жили-были старик со старухой. У них было тридцать сыновей. Один из них был выродок, т. е. меньше других (по некотор. толкованиям — и слабее). Якейк. Эп ати ăвăлĕсенчен асси полтăм. Из всех своих братьев я уродился (каким-то) выродком, т. е. меньше других (у др. и слабее). Орау. Пĕр сысна çури так-кулхах пĕчĕккĕ ӳср. Апат та уйрăм çыман, ыттисемпе пĕрлех çырĕ... Асси темскер. Один поросенок, без видимых причин, вырос (каким-то) маленьким. И корм он ел вместе с другими, а не отдельно... Должно быть, выродок.

пус

копейка. Б. Олг. Эп калатăп вырăса: икĕ кренкке воншар пус паратни? Ib. Ыраш панче онта илтрĕм ыраш хакĕ: виçĕ пуссăр çĕр хĕрĕх пус, теччĕ хуа. N. Вунă пусна кăларса пăрах ăна, пуйтăр! Возьми гривенник и брось ему в рожу. В. C. Разум. КЧП. Аллă пус парса ала илтĕм. Юрк. Кăсене пăртак парас пулатчĕ, лайăх мар, пĕр пуссăр (без копейки) тухса кайрĕç, тет арăмĕ, кăмăлсăр кăна калаçса. N. Окçа шочĕ (счет денег на ассигнации): виçĕ пус – 1 копейка; çичĕ пус — 2 к.; вонă пус — 3 к.; вонтватă пус — 4 к.; вонçичĕ пус — 5 к.; çирĕм пĕр пус — 6 к.; çирĕм тăватă пус — 7 к.; çирĕм сакăр пус — 8 к.; виçĕ вонă пус — 9 к.; вăтăр пилĕк пус — 10 к.; вăтăр сакăр пус — 11 к.; хĕрĕх икĕ пус — 12 к.; хĕрĕх пилĕк пус — 13 к.; хĕрĕх тăхăр пус -14 к.; ал икĕ пус — 15 к.; ал олтă пус — 16 к.; ал тăхăр пус — 17 к.; отмăл виçĕ пус — 18 к.; отмăл олтă пус — 19 к.; çитмĕл пус — 20 к.; çитмĕл виçĕ пус — 21 к.; çитмĕл çичĕ пус — 22 к.; сакăр вонă пус — 23 к.; чăтвăртакран виçĕ пус катăк — 24 к.; чăтвăртак — 25 к.; сон (сом) та пилĕк пус — 30 к.; çĕр çирĕм икĕ пус — 35 к.; çĕр хĕрĕх пус — 40 к.; полттинăк — 50 к.; ик сом вонă пус — 60 к.; ик сом хĕрĕх пилĕк пус — 70 к.

пусла

по... копейке. Якейк. Ман охмах старик çăмартан вăтăр пилĕк пусла парса янă.

пуçне

кроме, без. Альш. Хунартан пуçне пĕртте тухма та пулман. Тухсанах пуçпа-пуç перĕннĕ. Юрк. † Хĕвел, пĕр аннеçăм, çĕрĕ пĕр мар, çĕрĕ пĕр аннеçăм, çынни пуçне. Регули 163. Çав кĕпе, ĕçленисĕр (= çĕленисĕр) пуçне, виç сом тăрать. N. Хамăртан пуçне çырман (без нас, т. е. в наше отсутствие, не писали). Янш.-Норв. Пиччемсĕр пуçне эп мĕн тăвăп? Баран. 139. Ӳсекен япаларан, выльăх-чĕрлĕхрен пуçне этем те пурăнаймасть. Ольга. Ашшĕнчен пуçне, кроме отца. Регули 546. Манăн онсăр поçнех номай. У меня и без этого много. Ib. 601. Хĕр ача, тăлăх (тăлăх хĕр ача), аш-амăшсĕр пуçне кил тытас çок. Лашм. Санран пуçне пурнаймăп. О сохр. здор. Шывсăр пуçне (без воды) никам та пурăнайманнине эсир хăвăр та пĕлетĕр. N. Çавăнтан вара мана пĕччен, аппаран пуçне, ниçта та ями пулчĕç. || По. Кан. Çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. || На. Ала 82. Вăтăр ача пуçне, тата пурин пуçне пĕрле пĕр шан турĕç, тет (пива). Юрк. Çулталăкра тата тăватă тапхăр % укçи илетпĕр, тенкĕ пуçне 20 п. кĕмĕл (400 т. çине 80 т.). || Оригинальный. Сёт-к. Илле вăл пуçнерех çын. Илья оригинальный человек. || Отдельно, врозь, особо. Н. Карм. † Эпирех те виççĕн пĕр тăван, сассăмăрсем пĕр пек тухать пуль те, ăрăскалсен пуçне пулать пуль. N. Пасар пĕрле, телей пуçне.

путяна

, потяна, (пуд'ана, под'ана), перепел(-ка). Якейк. † Пирĕн твансам путяна, корас-илес тенĕ чох, тарчĕç-кĕчĕç ырашшне (= ыраш ăшне). Ала 108°. Путяна ыраш вырнă чох пилĕк хут чарăнмасăр авăтсан, авăнтан çирĕм пилĕк пăт тохать, олтă хут авăтсан, вăтăр пăт тохать, теççĕ.

пушшă

пуще. ЧС. Ман пуç пушшăран пушшă пулат, хал пĕтĕмпех пĕтрĕ. || БАБ. Мĕн пурĕ пĕр çирĕм-вăтăр тенкĕ пушшах (слишком) пĕтертĕмĕр, тет.

пăрч

пăрчă (пŏрџ̌ы̆), то же, что пĕрчĕ. Чхийп. Тĕттĕм çĕре акнă вăрлăхран никам та: е çĕр пăрч, е утмăл пăрч, е вăтăр пăрч тавăрса хушса вырса илес çук. Хора-к. Хĕрарăм пĕр пăрч салатсан, пин пăрч саланать. ЧП. Пăрчи пулчĕ пăрçа пек.

пĕршер

по одному. Встреч. только в сложных числит. N. Çирĕм пĕршер, вăтăр пĕршер, но: çĕр те пĕрер, пин те пĕрер.

айтуру

(аjдуру), vox admirantis: Juppiter! Междометие удивления: ах, боже мой! КС. Петĕрсен Пакуçĕ (П̚агуз’э̆) кăçал каскаласа вăтăр тенкĕ тупнă, тет. — Айтуру! çавăн чулах тупнă-и вара? У Петра (в семье Петра) Прокофий заработал в этом году плотничьим ремеслом тридцать рублей. — Ах, боже мой! неужели столько заработал? V. айтăрах.

аллă

(аллы̆), quinquaginta, пятьдесят. Hac forma utimur, cum dicimus aliquid absolute, nullo alio numero aut nomine addito; eadem in eorum, quos анатри appellamus, sermone in copulationi-busquoque verborum ponitur, itatamen, ut sequente vocali proаллă'> etiam '>аллă etiam алл dici possit, elisa ultima brevi, tametsi non in omnibus dialectic. Iu eorum vero, qui вир-ял appellantur, lingua (non omnium tamen) in iisdem verborum copulationibus aлă aut ал dicitur, illud ante consonantem, hoc ante vocalem aud sequeute л littera, quamquam hanc quoque legem non semper servare videntur, quippe cum et ante vocalem nonnunquam алă ponere soleant ambiguitatis evitandae causa, ut ab aliis vocibus, quae sirhilem aut eundem habeant sonum, facilius discerni possit, et ante consonantem , sed hoc rattus, praeterquam in numeralibus, ab uno ad decern, quibus additis semper ал dicitur, elisa altera syllaba. Эта форма числительного ставится тогда, когда за ним не следует название единиц или определяемого им существительного; она же употребляетея у низовых чуваш и в словосочетаниях, при чем в некоторых говорах конечная краткая гласная ă перед следующею гласною отпадает. У верховых чуваш (в некоторых говорах) форма аллă в сочетаниях с другими именами не ставится, и заменяется формою алă перед согласными и ал перед гласными звуками и л, хотя это правило и не всегда соблюдается, так как, во избежание подобозвучия, иногда и перед следующею гласною ставят алă, а перед согласною — ал; последнее — реже, исключая наименование единиц, перед которыми всегда ставится ал. Exempla. Примеры. Аллă, 50, аллă пĕр (Череп., Ишли и др.) ал пĕре (п̚э̆рэ, Çеçмер), алпĕр (ал,бэ̆р, с ударением, конечно, ва 1-м слоге, Абаш.), аллă пĕрре (Абаш., параллельно с алпĕр), 51, аллă иккĕ (аллы̆ иккэ̆) или: алликкĕ (аλλиыккэ̆, Череп.), алликкĕ ( КС.), алликкĕ (Абаш.), аликкĕ (аλиык’к’э̆м, ib.), аликкĕ (Çеçмер.), 52; аллă виççĕ (Череп., Л. Кошк. и др.), ал виççĕ (Çемçер., Абаш., но в последнем и аллă виççĕ), 53; аллă тăваттă (Череп., Л. Кошк. и др.), ал тăваттă (Çеçмер., Абаш., но в послед. и аллă тăваттă), 54; аллă пиллĕк (Череп., Л. Кошк. и др.), ал пилĕк (п̚ил’э̆к’, Çеçмер), ал пиллĕк (Абаш., но здесь и аллă пиллĕк), 55; аллă ултта (Череп., Л. Кошк.), алл улттă ( КС.), ал олттă (Çеçмер, Абаш.), 56; аллă çиччĕ (Череп. Л. Кошк. и др.), ал çиччĕ (Çеçмер), ал çиччĕ и аллă çиччĕ (Абаш ), 57; аллă саккăр (Л. Кошк., Череп.), ал саккăр (Çеçмĕр.), ал саккăр и аллă саккăр (Абаш.), 58; аллă тăххăр (Череп., Л. Кошк. и др.), ал тăххăр (Çеçмер), ал тăххăр и аллă тăххăр (Абаш.), 59. || Череп., Л. Кошк., КС. аллă çын, Çеçмер. алă çын, Абаш. ал çын, аллă çын, 50 человек; Череп., Л. Кошк., КС. аллă кĕнеке, Çеçмер. алă кĕнеке, Абаш. аллă кĕнеке, 50 книг; Череп., Л. Кошк., КС. аллă лаша, Çеçмер. ал лаша, Абаш. аллă лаша, 50 лошадей; Череп., Л. Кошк., аллă лавкка, КС. аллă лапка, Çеçмер. ал лапка, Абаш. аллă лапка, пятьдесят (торговых) лавок; Череп., Л. Кошк аллă ача, КС., Абаш. алл ача, Çеçмер. ал ача, пятьдесят чел. ребят; Череп., Л. Кошк. аллă ĕне, КС. Абаш. алл ĕне (алл э̆н’э), Çеçмер. ал ĕне, 50 коров; Череп., Л. Кошк. аллă ӳпре, КС., Абаш. алл ӳпре (алл ӳпрэ̆), Çеçмер. ал ӳпре, 50 мошек; Череп. аллă ура, Абаш. алл ора, Çеçмер. ал ора, 50 ног (ал-ора — руки и ноги); Череп. аллă ухмах, КС. алл ухмах, Çеçмер. ал охмах, 50 дураков; Абаш. ал ут, 50 лошадей; Л. Кошк., Череп. аллă упа, Çеçмер. ал опа, Абаш. алл опа, 50 медведей, Л. Кошк. аллă ĕйĕ, Абаш. алл и (алл и), алл ăй (ы̆j), Çеçмер. алă ыйă, 50 долот; Л. Кошк. аллă алă, Абаш. аллă ал (ал), Çеçмер. алă алă (алы̆ алы̆), 50 рук, (чтобы не смешать с алаллă, имеющий решето). Л. Кошк., Череп. аллă арçын, КС., Абаш. алл арçын, Çеçмер. алă арçын, 50 мужчин; Л. Кошк. аллă арăм, Абаш. алл арăм, Çеçмер. алă арăм или ал арăм, 50 жен (можно смешать с аларăм, я просеивал); Л. Кошк. аллă тенкĕ, Абаш. аллă тенкĕ и ал тенкĕ, Çеçмер. ал тенкĕ и алă тенкĕ, 50 рублей; Л. Кошк. аллă турат, Абаш. аллă торат, Çеçмер, алă торат, 50 ветвей; Л. Кошк., Абаш. аллă хĕр, Çеçмер. алă хĕр, 50 девиц; Л. Кошк. аллă пукан, Абаш. аллă покан, Çеçмер. алă покан, 50 стульев; Л. Кошк. аллă йывăç, Абаш. аллă йăвăç, Çеçмер. алă йăвăç, 50 дерев; Л. Кошк. аллă хула, Абаш. аллă хола, Çеçмер. алă хола, 50 городов: у низ. аллă çухрăм, Çеçмер. алă (или: ал) çохрăм, Абаш. Аллă çохрăм и ал çохрăм, КС. аллă çухрăм и ал çухрăм, 50 верст; у низ. аллă çул, Абаш. алă (ал) çол, Çеçмер. ал çол, 50 лет; Çеçмер. алă пус, алă пăт, алă пин. Абаш. алă пус, аллă пус, алă пăт, аллă пин, алă пин, низов. аллă пус, аллă пат, аллă пин, 50 копеек, 50 пулов, 50 тысяч; низов. аллă пĕр тенкĕ, Çеçмер. ал пĕр тенкĕ, 51 рубль; низов. аллă икĕ тенкĕ (аллă ик тенкĕ), аллă виçĕ тенкĕ (аллă виç тенкĕ), аллă тăватă тенкĕ (аллă тăват тенкĕ), аллă пилĕк (п̚ил’э̆к) тенкĕ, аллă ултă тенкĕ (аллă улт тенкĕ), аллă çичĕ тенкĕ (аллă çич тенкĕ), аллă сакăр (с̚агы̆р) тенкĕ, аллă тăхăр (т̚ы̆hы̆р) тенкĕ; Çеçмер. ал ик тенкĕ, ал виç тенкĕ, ал тăват тенкĕ, ал пилĕк тенкĕ, ал олт тенкĕ, ал çич тенкĕ, ал сакăр тенкĕ, ал тăхăр тенкĕ. Нюш-к. У аллă çын аллипе, хĕрĕх çын хӳттипе пурăнать, теççĕ; апла калани йăвăр ĕçе хăй тумас, çын çине нумай шанат пулсан та, аван пурăнать, тени пулать. Он живет руками пятилесяти человек, под защитою сорока человек. (Эта пословица имеет в виду человека, который живет хорошо, хотя сам и не работает тяжелой работы, а все надеется на других). Ст. Шай. † Тăваткăл-тăваткăл пураççĕ аллă çула илемшĕн. Рубят срубы, и все четырехугольной формы, чтобы было красиво, на пятьдесят лет. КС. Эпир аллăн. Нас пятьдесят (человек). Ib. Вăл ытла ватах мар, алла çитнĕ пулмалла. Он не очень стар; ему, должно быть, исполнилось пятьдесят лет („он достиг 50-ти лет“). Ib. Аллăран вăтăр кăларсан миçе юлать? Сколько будет, если из 50 вычесть 30? Ib. Миçере вăл? — Аллăра. Сколько ему лет? — Пятьдесят. Ib. Аллăпах пырса перĕнейман (i. q. перĕнеймĕн__) унта. Туда нечего и соваться с пятьюдесятью рублями („Только с 50 руб. туда не приступишься“). NЗ Абаш. Ал пымасан ал çол выртать, тет. Если не дотронутся руки, то пятьдесят дет пролежит. (Послов.).

кай

(каj), итти, пойти; уйти; ехать; бежать; катиться; подвигаться вперед. К.-Кушки. Ăçта каятăн (ăçта каян)? Куда идешь? IЬ. Ăçта кайрăн? Куда ты ходил? (Откуда ты идешь?). СТИК. Ăçта кайнă-ши ку? Куда это он ходил? IЬ. Ăçта кайнă иккен ку! Куда, чай, он ходил! Бур. † Хĕл-хĕл кайăк хĕл кайăк, хĕл хĕллесе кайсари, ылттăн-кĕмĕл çăмарти йăвине тăрса юлсари. (Сарана). Шурăм-п. № 18. Чăнах та тыр вырма каясшăннисем (желающие итти жать) нумай тупăнчĕç. Сред. Юм. Каятсăн, кай. Если хочешь итти, то иди. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе (т. е. быстрее), Кай(ă)ксар хăвине çитмелле. Сред. Юм. Кайсарĕ, кайсарăн, кайсарăр, кайсарĕç. (Различные формы от слова «кай», оставшиеся невыясненными). Янтик. Тем шырать ун патĕнче, кая тăрать ун патне (то и дело к нему бегает). N. Сторовă! Ан кай-ха (постой, остановись), лар çуна çине, калаçăпăр кăштах, терĕ. N. Эпĕр хамăр та çавнашкал — кĕр кайсах, çур килĕпĕр. || О неодушевленных предметах. Альш. Малалла вара тутар ялĕсем каяççĕ унта, Пăвана çитиччен. А потом все идут татарские деревни, вплоть до Буинска. Альш. † Пурт çумĕпе йĕр кайнă, епле маттур хĕр кайнă? || Итти по швам, распускаться (о шве), рваться. К.-Кушки. Сăкманăн çĕвви кайнă. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (рвется). || Убираться, уходить. Ау 67. Кай, кай (араgite), юрру та аван мар иккен, кирлĕ мар! Сред. Юм. Эп кăвак кĕпе илес теп-ха. — Кай, çав кăвак кĕпене, тĕс каяканскере, çын илмĕ. («Кай» здесь показывает не отстранение от себя, а несогласие). || Выражает недоверие. N. Епле сывă çӳретчĕ, вилчĕ. — Кам? Крушша. — Кай! Вăл та вилни? || Притти в движение. Изамб. Т. Чул çĕклекеннипе (регулятор) армана хытă кайсан пусараççĕ. || Длиться. N. Çĕре, уйăрса илсе, сутма ирĕк парсан, нумаях каймĕ (такой порядок продержится недолго), каллех пĕтăм çĕре пуянсем ярса илĕç. || Сторониться. Цив. Кукша: кайăр унтан (сторонись!), тесе, вилес пек кăçкăрса пырат, тет. || Быть потрачену, быть употребляему. Çĕнтерчĕ З6. Емелĕ те ытларах кайрĕ пулас. || Остаться в памяти, в сердце. Самар. † Атьăр, аппа, выляма сивĕ çăл пуçне; сирĕнпелен пĕрле вылясан, каять ĕмĕр тăрăшшĕне. || Прославиться (на далекое расстояние). Юрк. † Çакă эпир выляни-кулни, каяймĕ-ши çичĕ ял урлă? || Иметь сбыт. Н. Яхушк. Ман тавар каймасть-çке-ха (не продается). М. Яуш. Япаласам кайса пĕтсессĕн (если бы распродались), çĕр сум парăтăмччĕ те.. || Проникать. О сохр. здор. Хушăсем тăррине авантарах тума тăрăшас пулать, унсăрăн çăмăр каять унта. || Войти в моду. Альш. Ку чухне хĕрлĕ-çутă кайнă ĕнтĕ кирек кама та. Теперь вошло в моду ярко-красное (о платье). || Быть в обращении. ССО. Вăл кайман укçа мар, каякан укçа, тенĕ. || Сыпаться (об искрах). Ск. и пред. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. || Умереть. Сред. Юм. Кайнă: 1) ушел; 2) помер (гов. в насмешку). || Полететь. Имен. Иван каларĕ: ман ухă питĕ хытă сасăпа карĕ, тет. || Обратиться. Альш. † Савнăях та тăванăмсене эп чуп-турăм: сурчăкăмсем кайрĕçĕ пыл пулса. IЬ. Ĕлĕк вăл Каша тутарĕсем тĕне кĕнĕ пулни, тет иккен те, унтан тата, пĕр вăтăр-хĕрĕх çул çапла çĕнĕ йĕркепе пурăнсан-пурăнсан, каялла тутара каяççĕ, тет. || Сходить (о снеге. пыли и т. п.). Юрк. † Хусан çулĕ, хура çул, хура тусан тăраят, пирĕн пит çумне çыпăçат, ĕмĕр питрен каяс çук, куçран куççӳлли типес çук, алăран тутăр каяс çук. Торх. Рамра юр кайсах пырать. На улице всё тает. || Линять. Пшкрт. Ку каякан йышши некак. Эта (материя), кажется, линяет. || Вскрываться (о реке, весной). Толст. Вазузă çуркунне ир тулса, ир каять. N. Ун чухне-ха çуркунне, шыв кайни те пĕр-икĕ кун анчах. || Гоняться. Толст. Эпир вĕсен хыççăн каяймăпăр. || Упасть пропасть, провалиться. N. † Çĕррĕм кайрĕ Сĕвене, тутăхмасăр ан илĕр. Мое кольцо упало в Свиягу; пока оно не заржавеет, не доставайте. Лашм. † Аслă шывсем тăрăх эп çӳрерĕм, сар туяçăм карĕ авăра (попала в омут). || Проходить (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) час каять (при лечении). Трахома çакланасси вăл часах, каясса анчах час каймасть. || Гореть (о пожаре). Трхбл. Ял каять. Деревня горит. Ib. Ăшша кайнă çынсем, погорельцы. Якейк. Кĕçĕр хĕвеланăçăнче пĕр ял карĕ (был пожар). Сюгал-Яуш. Пĕтĕмпеле пилĕк кил карĕ ун чухне. Всего сгорело тогда пять дворов. || Разгораться. N. Кайрĕ. (Огонь в самоваре) начал разгораться. Альш. Каллах вăйлă кайнă. Каллах çӳле кайнă. (Лампа) опять разгорелась. || Выходить замуж. ЧП. Лупашкари вĕт турпас сикет, сикет — тухаймасть: леш кассенĕн хĕрĕсем каять, каять — каяймасть. Альш. Качча кайиччен (до выхода замуж) иккĕ-виççĕ каяяççĕ-и вара (едва ли побывают) хĕрсем хĕр-сăрие. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. (Послов.). Сĕт-к. Каймалли хĕр, девушка, которая должна скоро выйти замуж. || Пропадать, исчезать. N . Унăн тутăхни кайса пĕтмен. С него не сошла ржавчина. О сохр. здор. Лайăх юн тĕсĕ кайичченех пĕçерес пулать (мясо). Н. Карм. † Ашăм çуннисем, ай, каймарĕ (жажда не утомилась). Изванк. Тата кĕлте кӳнĕ вăхăтра: тыррăн перекет кайтăр, тесе (чтобы пропало изобилие), капан çине кĕмĕл укçа пырса чикеççĕ. || Выстрелить (о ружье). N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. || Раздаваться (о звуке). Чув. пр. о пог. 88. Чан сасси уçă (ясно) кайсан, уяр пулать, тет. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Изамб. Т. † Хăй ятне хăй яракан кайрĕ ĕмĕр тăрăшне (т. е. ославился на век). Ст. Айб. † Хĕрсем пĕве кайнă чух (во время роста) сивĕ куçпа ан пăхĕр. N. Мишуткан яшки ун кăмăлне майнă. || В качестве вспомог, гл. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса, сăвлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Альш. † Приюм алăк — кĕленче ăлак, ан хуп хытă — çĕмрĕлет. Çĕмĕрĕлме кай, çунсах кайтăр, манăн çамрак пуç çухалат. Якейк. Паян библиотекăра ларарах карăм (засиделся). См. Оп. иссл. чуваш. синт. II, 46, 64 — 67.

картыш

то же, что картиш. N. Санăн картыш утмăл хăлаç тăрăшшĕ, урлăшĕ вăтăр хăлаç. (Такмак). Описка?

кум

(кум), ком (ком), сновать. Н. Карм. † Урамăрпа иртсе эп пыраттăм (проходил), вуниккĕпе ука куматтăм. Ib. Пир кумас = сӳретке çине кумас (приготовить). N. † Эпир вĕт улача кумас çук. Шибач. Пир комас. Пир комтарас: вырăна лартаççĕ тĕртме. ЧП. Эсир симĕс пурçăн куматтăр. Сред. Юм. Пир комас — пирĕн коммăлăхне тĕртмелле туса хурас, тесси (значит). Ст. Чек. 4 пĕрчĕпе çӳретеççĕ. Сӳретке (сновалки) çине кумаççĕ. Вунăпа кумаççĕ. Вăтăр пĕрчĕ пĕр вунă пулат. Хулăн çип пусан, 8, 9 вунă кумаççĕ; çинçерех пусан, 10, 11, 12 вунă кумаççĕ; пасар çипĕпе пусан, 12, 13 вунă кумаççĕ. Изамб. Т. Çăмхаласа çитерсен, пир кумма тытăнаççĕ. См. пир вырăнĕ. || В перен. см. Альш. Пĕтернĕ кашкăр сурăхсене, пыршисене кума-кума хăварнă. || Шляться, сновать, ходить попусту. Орау. Кумать тек калле-маллĕ! Шляется взад и вперед! Хора-к. Кума-кума хире тухрăм. Хурамал. Пĕчĕк ача каллĕ-маллĕ утса çӳресен: мĕн куман, чарăн ĕнтĕ! теççĕ. Шурăм-п. № 15. Хĕрарăмсем те урамра темĕскер кумаççĕ (= чопкалаççĕ). Кан. Апла пулсан эппин... Çӳре-ха, çул кумса. || Портиться (о пиве). Ст. Чек. Сăра кумса каят. Пиво заплесневело, стало портиться от тепла.

ӳкем

(ӳг'эм), мера пряжи в шестьдесят ниток. Якейк. Ӳкем хоттăр хотăрнă чох полать. Ӳкемре отмăл пĕрчĕ. || Мера пряжи в 30 ниток (при навивании). Б. Олг. Хорачка. Ӳкем (ӳђӓм) ― вăтăр çип. || Мера пряжи (= 80 пĕрчĕк). Чертаг. КС. Пĕр ӳкем çип. Начерт. 95. «Ӳкем — пасьма» (sic!).

ăш

(ŏш, ы̆ш), нутро, желудок. Якейк. Эп паян ăша яман, эсĕр ик хут çирăр. Я сегодня ничего не ел, а вы уже два раза поели. N. Ăш ыратакан. Побаливает живот. Скотолеч. 26. Ăшран ыратнă чухне епле имлесси çинчен. О том, как лечить во время боли внутри. N. Ăш ыратсан ĕçмеллĕх юлтăр. Пусть останется для приема во время боли живота. Цив. Ăш ыратать = хырăм ыратать. Живот болит. Календ. 1907. Ăш çине вĕри шыв çинче йĕпетнĕ тутăр хурса тăмалла. На живот нужно положить намоченный в горячей воде платок (при поносе). Пазух. Çӳл ту çинчи шур мулкачă курăк çисе вылать-çке; пирĕн пек çамрăк ачасем те ăшне тытса йĕрет-çке. Находящийся на высокой горе белый заяц ест траву и играет; такая, как мы, молодежь плачет, схватившись рукой за живот. Шорк. Ĕнер ĕççе ăш ыратаканах полнă (до того, что даже заболела грудь). || Внутренности (человека, животного). Сред. Юм. Пит шăнсан, ăша сиввĕ витрĕ, теççĕ. Сильно замерзнув, говорят: холод заморозил внутренности. Собр. 335°. Çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар, теççĕ. Внутренность человека нельзя вывернуть, она не рукав шубы. (Послов.) Шурăм-п. № 26. Питĕ сивĕ çил вĕрет, пĕтĕм ăша шăнтать. Дует очень сильный ветер, студит всю внутренность. Ст. Шаймурз. Иван арăмĕ пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх икĕ ача çуратат, пĕрне ăшне тытса юлат. Жена Ивана родит двух детей, у которых одна щека ― солнце, другая — месяц; одного оставляет (задерживает) в животе. Чăв. й. пур. 32. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухас пек калаçнă. Своей речью он как бы проникал в самое сердце. Хыпар № 1, 1906. Мĕншĕн тесен ĕлĕкхи манахсем ăш хăпарса тухиччен ĕçлесе пурăнакансем... Так как прежние монахи, работавшие до упаду... || Экскременты. Хурамал. Чирлĕ лашанăн ăшĕ тухмасть. У больной лошади не выходит кал. || Начинка. Изамб. Т. Пелĕш ăшĕ, начинка пирожка. || Мякоть (арбуза, дыни, тыквы). Хыпар № 3. 1906. Ман умра, сĕтел çинче, пĕр арпус выртать, пысăк, илемлĕ: ăшĕ те хăйĕн хĕп-хĕрлĕ пулĕ. Передо мной, на столе, лежит арбуз, большой и красивый; вероятно, и мякоть у него красная-раскрасная. || Внутренность. Изамб. Т. Пăртак тăрсан, сасартăк чиркӳ ăшĕ тата ытларах çуталса кайрĕ. Немного погодя, вдруг внутренность церкви осветилась еще ярче. N. Ăш (шал енĕ), внутренность. || Подкладка. Ч.П. Канихвер камсулăн ăшĕ хура. У камзола из «канихвер'а» подкладка черная. Альш. Çĕлĕк ăшĕ; ăшă ăшлă çĕлĕк; карттус ăшĕ. Подкладка шапки; шапка с теплой подкладкой; подкладка фуражки. Ядр. Вăрман ăшпе(=ăшĕпе) вăтăр çухрăм каймалла. Нужно идти (ехать) тридцать верст лесом (внутренностью леса). Пизип. Вот вăлсем вăрман ăшĕпе пыраççĕ. Вот они идут (едут) лесом. || Употребляется в значении послелога. Регули 1109. Сăнăх-шне ӳкерчĕ. Уронил в муку. Торп-к. Çак мăкăра ăста ярас? тесе, итет, тет. Çын калать, тет: лашасам ăшне яр, тесе каларĕ, тет. Куда пустить этого быка? Человек отвечает: «Пусти в табун лошадей (к лошадям)». Ст. Шаймурз. Карап ăшĕнчен тухса, выйдя из корабля. Ал. цв. 2. Вăл чул кĕлет чул ту ăшĕнче. Этот каменный амбар — в каменной скале. В Якейк. гов.: катка-шне шу толтарнă, сĕт ĕшне тăвар янă (а не çине). Там же: корка-шне, чĕрес-ĕшне, хот-ăшне. Регули 1110. Вутă-шне хор. Çав вута хор. Клади в сено. Клади то сено. . 1112. Утсам вите шăнче (витере тăраççĕ). Лошади в конюшне (стоят в конюшне). . 1113. Хоран-шăнче (хоранра) вĕрет. В котле кипит. . 1114. Çак тоттăр-шне чăрка. Заверни в этот платок. . 1028. Виç контан вăрмана кайса. Виç кон иртсен, тăват кон-шăнче вăрмана кайса. Через три дня в лес отправился. По прошествии трех дней, на четвертый, отправился в лес. Ау. 219. † Пур, пур тăван ăшăнче, савнă тăван çавăччĕ. Среди всех родных он был самым милым моему сердцу. Богдашк. † Пурçăн чаршав ăшĕнче, мамăк минтер пулинччĕ. За шелковым занавесом была бы пуховая подушка. Альш. Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Летних месяцев семь; в течение семи месяцев будет семьдесят разных дней. || Ум, мысль, память; сердце. О заступл. Вăл сăмаха санăн виличченех хăвăн ăшăнта тытса çӳрес пулать, пĕр çынна та калас пулмасть. Это слово тебе нужно всю жизнь хранить в сердце (втайне), никому не надо говорить. Шурăм-п. № 3. Ятласа пăрахмасан, юрĕ те-ха, тесе, шухăшлать хăй ăшĕнче. Хорошо, если не обругает, думает (он) про себя. Ч.С. Эпĕ вăл каланă сăмахсене ăшра тытса çӳре пуçларăм. Все, что он говорил, я стал держать в уме. Ягудары. Вăл ман ăшăмра та çок. У меня и на уме-то этого не было. Панклеи. Йăвана кӳме ăша кĕре пуçларĕ. Иван стал вспоминать о повозке. Кĕвĕсем 81. Кĕмĕл çĕрĕ, ылттăн куç, пур-и ара аллăнта? Иксĕмĕр калаçнă сăмахсем пур-и ара ăшăнта? Есть ли у тебя на руке серебряный перстень с золотым щитком? Сохранилось ли у тебя на сердце все, что мы говорили с тобой? Арман-к. Чеб. у. Эп сана окçа памаллаччĕ. — Манса кайнă, вăл ман ăшăмра та çок. Я должен был тебе деньги. — Я совсем забыл об этом, и в памяти у меня нет (совсем запамятовал). || Придача. Абаш. Кона ăшне яр. Это дай на придачу. Йӳç. такăнт. 70. Ĕçкине ăшнех калаçнă ăна! Выпивка была сговорена сверх всего. Орау. Сана аллă хăяр анчах памалла та, аллă пĕр пулч; юрĕ, пĕри ăшне кайтăр (пусть пойдет не в счет). || Цив. Кукша ăшăнчен вилес пек кулса тăрат, тет, у. Плешивый едва удерживается, чтобы не расхохотаться во все горло. || Орау. Ăшне каяш сасси! Кунĕпе улать! Чтобы ему лишиться голоса!― целый день воет.

ĕмпӳлле

игра в царьки. Якейк. Ачасам пĕр çĕре похăнса (вăтăрăн та вылляма йорать) икĕ ĕмпӳ уйăраççĕ; ĕмпĕве питĕ хытă чопакан ачасене анчах уйăраççĕ. Онтан вырăн виçеççĕ. Çирĕм-вăтăр отăм тӳрем çĕре виçеççĕ; варрине туя çапса лартаççĕ. Ăна кăран теççĕ. Икĕ пуçне тонтирсам прахаççĕ. Пĕтĕм выллякан ачасене икĕ пая (тăпă-тан) уйăраççĕ те, пĕр пайне пĕр ĕмпӳ, тепĕр пайне тепĕр ĕмпӳйĕ илет. Çав вылляма илнĕ вырăнăн ик пуçне икĕ патша хăйĕн çыннисампа тăрать. Пĕр патши тепĕр ĕмпӳн салтакне ячĕпе кăçкăрать. Леш, кăçкăрсанах, кăçкăрнă патша енелле чопать; çав ĕмпӳ таракан салтака тытма хăтланать; салтак, кăрантан тепĕр енелле тарса ӳксен, хăтăлать. Тытăннă салтак кăçкăрнă ĕмпӳйĕн полать. Каþан тепĕр патши пасăр кăçкăрнă ĕмпӳ салтакне кăçкăрать. Çапла пĕр-пĕр ĕмпӳн пĕр салтак йолмичченех вылляççĕ. Ĕмпӳве, пĕр салтаксăр тăрса йолсан, строй кăлараççĕ (прогоняют сквозь строй — наказание)

ĕçкĕш

ее деверь, старше мужа. См. ĕçкей. Якейк. † Пирн Йăван та яшах мар, вăтăр çолтан каях мар, инкĕшсене, ĕçкĕшĕ, ачисене (их детям) мочĕшĕ.

Яккошкĕн

(jаккошк'э̆н'). назв. дер. Якейкиной. Якейк. † Çак Яккошкĕн вăтăр кил.

лаканай

(лаганаj), низенький и пузатый. N. Лаканай, низенький и толстый человек (гов. с пренебрежением). Сунт. Аа, лаканай! Вăтăр çула çитнĕ пуль хăй, çапах хĕр çавăрттăрасшăн çӳрет. Сред. Юм. Лаканай тесе, лотра, сарлака, пысăк хырăмлă çынна калаççĕ. Тюрл. Лаканай = ребенок с широким и большим животом, низкого роста. Сред. Юм. Говорится и о взрослых. См. латакай.

ларт

понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).

малтанлăх

встр. в дат. п: на первый раз. Бес. чув. 14. Малтанлăха кашни хĕресчен кӳлĕ тавра икшер йывăç кăна лартсан та, ултă çĕр вăтăр йывăç пулса тăмалла.

Мамале

(-лэ), назв. божества. Н. Седяк. Суя турă ячĕ, чăвашсем ăна пылпа, çăкăрпа чӳк тунă. Н. Карм. Мамалене пылпалан чӳклетпĕр юсман çине аслă киремете. Çирĕм-вăтăр çулта пĕре. См. мамале укçи. || Монеты, приносимые в жертву. Шибач. Мамале = тăхлан окçа, çырмана кайса пăрахаççĕ. Ib. Мамале парас. Н. Карм. Мамалепе чӳклес. Мошкев. † Чупрăм та тухрăм еп урама, илеймерĕм пăхăр мамале; ӳсрĕм те усрĕм, ӳсеймерĕм, çитеймерĕм ыр çын ачине. ДФФ. Пирĕн аттесем çав турăсене пурне те чӳк туса, е мамале пăрахса, е укçа пăрахса, е çурта лартса, е тата урăх тĕрлĕ парне парса пуççапатьчĕç. См. О чув. Этн. оч. неизв авт. ХVIII ст., 6.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

мăн чулĕ

мăн чолĕ, мĕн чол, сколько. Хурамал. Б. Олг. Сĕлĕ мĕн чолĕ сотас тетни? — Сотас тетĕп, вăтăр олтă пус тетĕп те-ха, çынсам темĕн чолĕ параччĕ, пĕлместĕп-ха. В. Олг. Мĕн чолĕлĕх, на сколько. Ib. Кам çисе мĕн чолĕлĕх. Регули 955. Ку хот мĕн чолăх (мĕн чоллă çӳрет). Ib. 950. Мĕн чолшар çын отса пычĕç. Ib. 949. Мĕн чолшер кĕлетĕн? Ib. 948. Мĕн чолшар кĕренки? Ib. 947. Мĕн чоллăх пор вырăн? Ib. 946. Мĕн чола патăн? Мĕн чолшăн илтĕн? Ib. 797. Мĕн чол пусăк, ончол лайăх. Ib. 796. Эп мĕн чол пырса онта, вăл та он чол пырса. N. Мĕн чола илтĕн? — çитмĕл пуса. Яргуньк. † Улпутăн-йăтти упа тытать, Тенис тус; упа тытин те юримасть, пирĕн мĕн чул ĕçлесе юрас, Тенис тус. Тогаево. Мĕн чол ыйтатăн ко кошака? — Çĕр тенкĕ, терĕ, тет, çынни. Никит. † Ĕлĕк Иван калатьчĕ: усал хĕре курсассăн, курас килмес тесе, чăн усалли пулчĕ-ха, мĕн чул курас килмĕ-ха. (Свад. п.). N. Эх, конта порăнса, мĕн чол килте савăнса çӳресси йолать. Пшкрт: мэ̆нџо, сколько.

вăтăр

(вŏдŏр, вы̆ды̆р), тридцать. Янтик. † Туя начар тумашкăн пирĕн аппа начар мар: вăтăр купа капан пек, аллă лаша вăйĕ пек. Аттик. Вăтăр пиллĕклĕх тенки, монета в 10 коп. серебром. В. Олг. Вăтăр саккăр, 11 коп. серебром. Сказки и пред. чув. 90. Вăтăр та пĕр шуйттан пек вăрман улать: у-у-у! || Тридцатый. Бгтр. Эпĕ çирĕм тăхăр патшалăх орлă, вăтăр патша çĕрĕнче порăнатăп.

вăтăр пиллĕклĕх

стоящий 35 денежных единиц. || Повидимому так зовут красильника (çип пĕвекен). Сред. Юм. Çип пĕветме вăтăр пиллĕклĕхе параççĕ, ô çиппе вара ик расчен краскă ăшне чиксе парать.

вăтăр

(вŏдŏр), назв. животного («поменьше крысы, с коротким хвостом»). Чутеево. СПВВ. КМ. Вăтăр — шывăра (siс!) пурăнать. См. ăтăр.

вăтăр

(вы̆ды̆р), чакрыжить. Изамб. Т. Эпир ĕнер çиччĕн пĕр ана ыраша вăтăртăмăр та тухăрăмăр (шибко жали). Ib. Пĕр çаран утă вăтăрса тухăрăмăр. Ib. Ĕнер кунĕпе вăрман вăтăртăмар (рубили дружно, шумом, быстро). || Выдирать с корнем (иногда без корня). Альш. Пахчана кĕнĕ те, пĕтĕм сухана (лук) вăтăрнă-тухнă. Ib. Кĕпçене кайнă та, кĕпçе темĕн чухлĕ вăтăрса килнĕ (нарвал). Ib. Вăрман тымарĕсене вăтăраççĕ-кăна. КС. Çав çын пирĕн усрава пынă та, йывăççене йăлт вăтăрса тăкнă. М. Васильев. № 3, 37. Пăртак ларса канать те, каллах пуçлать вăтăрма (выдергивать, выдирать шиповник). Сред. Юм. Эпир пĕррĕ (= пĕрре) калĕмпĕре кайрăмăр ôнпа та, ô вăтрать (= вăтăрать) анчах калĕмпĕре; эп кăлт та татаймарăм, ô пĕр çĕклем туса тавăрăнчĕ. || Орау. Аллине вăтăрнă-ха (= каснă, порезал) вăл, çавăнпа чĕнмесĕр ларать. КС. Çăккăра ма вăтăрса тăккăрăн? Что ты сколько хлеба-то накромсал? (т. е. нарезал много, и больше, чем нужно). || Иногда усиливает значение другого гл. Калашн. Хăй çара аллине вăтăрса шăлса.

вăтăрлăх

стоящий 30 денежных единиц. || Повидимому, название красильника. Его же, должно быть, зовут и вăтăр пиллĕклĕх. Сред. Юм. Çип пĕветнĕ чохне вăтăрлăха пĕветме параççĕ, ô çиппе вара пĕррĕ краскă ăшне чикет те, тепĕр сантала чиксе парать.

вăттăр

то же, что вăтăр «тридцать». Сенг. у. (Требует проверки).

вĕрене

(вэ̆рэн'э, Пшкрт. вэ̆рӓнӓ), клен. Якейк. † Вĕрене шульчи (= çулçи) сăнăм порч (= пор-ччĕ), çорхи хвелпе сарăльч те, кĕрхи хĕвел шоратминч. СТИК. Вĕрене пуртă аври, кленовое топорище. С. Вĕрене копăс (скрипка). Чураль-к. Хур-кайăк юмаххинчи хур-кайăк юрри. Хур-кайăк, хур-кайăк, аçу килне мантăн-и? апу килне мантăн-и? пичу (= пиччӳ) килне мантăн-и? аку килне мантăн-и? ― Ай, манасси манман та, вĕрене вутти хутрĕç те, вĕр çуната вĕтрĕç те; хурăн вутти хутрĕç те, хур çунатне (çуната?) вĕтрĕç те, вăтăр хур тăла тĕрттерчĕç. С. Дув. † Анкартинчи вĕрене хăçан пулайĕ-ши пĕрене? Ст. Айб. Врене, врене, вĕрене ылттăн, çӳппи-çаппи пин ылттăн. (Пыл тăвакан хуртсем).

Весник

повидимому личн. имя мужч. Тораево. Пĕр çынăн вăтăр улă полнă, тет, самай кĕçĕни Весник ятлă полнă, тет.

вилĕм

смерть, кончина. N. Вилес вилĕм пур çĕрте те пĕрех. N. Вилĕм куçа курăнса килмес. (Из письма). Книга для чт. 9. Хăшăнне (= хăшинĕнне) çамрăкла амăшне вилĕм килсе илсе каять. Ал. цв. 6. Мĕншĕн эпĕ унта вилĕм шыраса каятăп-ха? Зачем я пойду туда искать себе смерти? Ала 18. Вăл хăй айăплă пулнă пулсассăн, турă ăна çав тĕрлĕ вилĕмсенчен хăтарас çук (её). Ой-к. Çав ăстарикăн (= старикĕн) вилес вилĕмĕ çитнĕ (пришло время умирать). Собр. Вилĕм хĕрлĕ, теççĕ. (Послов.) N. Кона вилĕм час тивес çок. До этого не скоро коснется смерть. Ч. С. Пырса кĕрекене (чужих людей): мур ертсе килет вăл, тесе, çавăнтах çапса ӳкерсе, вилĕм хакне ӳкереç. (Хĕр-сухи). Псалт. 72,4. Вĕсен вилĕмĕнче ырра вĕренмелли çук, вĕсене хĕн кăтартни нимĕне те вĕрентмест. Сред. Юм. Ĕнер она хĕнесе вилĕм хакне ӳкернĕ те (избили чуть не до смерти), паян пăртак ôраланнă та, каллах çынпа вăрçса çӳрет. Н. Седяк. Вилĕм. Çын чунĕ тухсанах, кăмака çамкинче хăрăмпа çăмартана кашни хуратса, масар енелле ак çапла каласа ывăтаççĕ: çăмарта пек выляса кай, теççĕ. Çын вилсен, кăмака сакки çине япала лартмаççĕ, çын та лармас, унта вилнĕ çыннăн чунĕ ларать, теççĕ. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн хурăнташĕсем, ăна пĕлекен çынсем салат илсе пыраççĕ сăра тума. Çакăнтан вара ик-виç тĕрлĕ ĕç пуçланать: хĕр-арăмсем сăра тăваççĕ, макăра-макăра кĕпе çĕлеççĕ. Арçынсем тупăк тăваççĕ, хăшĕ çыннăн ӳтне çăваççĕ. Тупăк ăшне милĕк сараççĕ, пуçĕ айне кивĕ тумтирне хураççĕ. Тупăк ăшне çын ӳтне хунă чух: акă сана шурă пӳрт, теççĕ. Унăн какăрĕ çине хĕреслетсе пурçăн хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, батюшка хушнă тăрăх, чиркĕве илсе каяççĕ. Кĕл-туса пĕтерсен, масар çине илсе каяççĕ; унта тупăк тунă чухне тухнă турпасĕсене те илсе кайса, масар патне тăкаççĕ. Хăшĕ çĕклесе каять, хăшĕ лашапа турттарса каять. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. Çын ӳтне шăтăка хураччен, пĕр-икĕ пус укçа; «çĕр укçи», тесе, пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра яра пуçлаççĕ; унăн тăприне пурте таптама тăрăшаççĕ. — Тăпру çăмăл пултăр, ыр вырăнта вырт, теççĕ. Пытарса пĕтерсен, хĕрес кутне çăкăр татса: умăнта пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Вилнĕ çынна çĕклесе кайнă наçилккесене (носилки) çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Пытарма кайнă çынсем таврăнсан, пĕр(и) пусма çине шыв илсе тухса ыйтать: кăçта карăр? тет. Лешсем: харам ĕçе карăмăр, теççĕ. Унтан вара пурте аллисене çăваççĕ те, тӳрех, пӳрте кĕмесĕрех, унччен хутса пултарнă мунчана каяççĕ. Çын пытарма кайнă вăхăтра киле юлнă хĕр-арăмсем, пӳрте тасатса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пусса, мунча хутса хураççĕ. Мунчаран таврăнсан, вилнĕ çынна хываççĕ (икерчĕ татса пăрахаççĕ); умăнта пултăр, теççĕ. Ĕçеççĕ, çиеççĕ; унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен-çип параççĕ; çав çипне вĕсем пиçикки çумне çакса каяççĕ. Вилнĕ çыннăн чунне тамăк хуранĕ урлă çĕлен-çип тăрах каçараççĕ, тет. Çынсене панă çип те çавна анчах пĕлтерет. Тунă сăрине кашни эрне-каç, вилнĕ çынна хывса, асанса, ĕçеççĕ. Кашни эрне-каç çынсем икерчĕ, çурта тума ăвăс илсе, пыраççĕ. Аслă пумилккене Чăвашсем вăтăр кунтан, хĕрĕх кунтан е икĕ эрнеренех туса ирттереççĕ. Аслă пумилккеччен кашни эрне-каç, алăк патне сĕтел лартса, пĕрене çумне çуртасем çутса, чашăк çине хываççĕ. Пуш чашăка çуртасем айне, пĕрене çумне, сак çине лартаççĕ. Çав çашăк çине сĕтел çинчен пĕрер татăк, пĕрер кашăк апат яраççĕ: умăнта пултăр, теççĕ. Сăра хывма урăх савăт, чашăкпа юнашарах, лартаççĕ. Пурте хывса пĕтерсен, кăларса, урам хапхи тул енне тăкаççĕ. Тăкнă яшка-çăкăра йăтăсем çисе яраççĕ. Вилнĕ çын умне пĕр япала та юлмасть, анчах чăвашсем: вăл унăн шăршипе тăранса пурăнать, теççĕ. Тăкнă яшка-çăкăр шăрши вилнĕ çын патне çĕр витĕр каять, теççĕ.

вунă

пасмо, мера пряжи. СТИК. «Ман хуттăр 9 вунăран» часть хуттăр’а. N. Халь алăра çирĕм пилĕк пус укçа пур-ха; Миххи арăмне 18 вунă авăрларăм, çав укçана халĕ кӳрсе пачĕç. N. Вунă, вунă пĕрчĕ, сум, вăтăр пĕрчĕ. N. Вăтăр сум = вунă (120 пĕрчĕ)... Икĕ вунă çипрен пĕр хур пир тухать. Хур = икĕ чике. Качал. Çак ялта вунă хĕр, вуни çук, вуни çук, эп илессин вуни пур. Паас. Вунă — 1/12 пасма (сăвă).

иксăмăр

то же, что иксĕмĕр. Полтава. Иксăмăртан, из нас двоих. N. Иксăмăрăн хошшинче вăтăр çохрăм полчĕ поль.

итле

(итл'э, Пшкрт. єтлä), слушать. См. илт. Рег. 233. Итлесех çитеримарăм. Я не дослушал Бюрганский. Халь говет тунă чухне каланă сăмахусене итлесе тăранма çукчĕ! Л. Кошки. Итлесе тăракан ан пултăр! Как бы кто не подслушал! Якей. Сан сăмахна вăлсен итлес килми полчĕ полĕ, кĕт чарăн-ха! (им надоело тебя слушать, перестань хоть на минуту). Якей. Сана ман паян итлес килми полч (п̚ол’ч’. Надоело мне сегодня тебя слушать. Орау. Итлетпĕр, итлетпĕр, каласа пар! Слушаем, слушаем, говори! Рег. 694. Вăл итлеми çын. Он неслух. Кратк. расск. 28. Иов çак усал хыпарсене пурне те итлесе пĕтерсессĕн... || Орау. Тухтăр кăккăра итлерĕ (прослушал) те: ним чир те çук, терĕ. Янтик. Тухтăр ман кăкăра итлесе пăхрĕ. || Повиноваться. Туруново (Чебаевск. вол. Ядр. у.). Эпĕ вăтăр çул стăршшинара пурнатăп, никам та мана итлемесĕр тăман, эсĕ мĕлле итлеместĕн? тенĕ. || Метафора о самоваре, который долго не кипит. Ст. Чек. Сăмавара кăмăрăк (sic!) ятăм-ятăм, темĕн итлемес, халĕ те вĕресе тухмарĕ. || Также о ногах, отказывающихся повиноваться. N. Урисем итлеми пулсан, аран килелле саланса пĕтрĕç (гости).

улă

сын. Тораево. Вăтăр улă юмаххи.

урам

улица. Завражн. Окошкаран орама персе анчĕ (сверзился). Альш. Урам енче ултă чӳрече (на улицу). Юрк. Тĕл пулнă çынсенчен: судья камĕрне хăш урамрине, хăш çуртрине пĕлетре? тесе, ыйтса пĕлеççĕ. СПВВ. Урам — рам. Н. Сунар. Пĕре патша, урамсемпе çӳренĕ чухне, пĕр чул çинче хитре ача ларнине курнă. Янш.-Норв. Урамĕ-урамĕ хурăнлăх, хурăнлăхсем хушшшнче кăвак чечек. Сред. Юм. Пĕччен орам толли пырать. (Говорят про человека, который идет не по прямой дороге, а то сходит с дороги, то опять входит на нее). N. Орамра çерем тохнă (показались проталинки, лужайки). Регули 669. Орамалла тохнă алăк панче тăрать. || Ряд, образуемый на базаре подводами или торговцами. Б. Олг. Сĕлĕ орамне пыртăм, сĕлĕ вăтăр олтă пус кĕлеччĕ; иткелерĕм те, илмерĕм, тарăнтăм ахалях.

уткăн

(-кы̆н,), лететь (бежать) вихрем; отброситься; наброситься. Ч. И. Ыр ут пырать уткăнса (летит вихрем) КС. Уткăн — сильно побежать, сильно качнуться на качелях, отброситься далеко. Орау. Йытти пĕре уткăнчĕ те (рванулась), сăнчăрне татах карĕ; сăнчăрĕ пĕтнĕскер пулнă пулмалла. Шибач. Уткăнса каять (хытă каять). N. Вулккан çăварĕнчен уткăнса тухнă кĕл (пепел), çĕртен вăтăр çухрăм çӳле кайса, пĕр авăка юпа пек курăнса тăнă. Шурăм-п. № 14. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах (т. е. чуччу çинче ярнаççĕ).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

градус

сущ.муж.
1. градус (температура виçи); сегодня двадцать градусов тепла паян çирĕм градус ăшă
2. градус (кĕтес виçи— çавракăшăн 1/360 пайĕ); угол в тридцать градусов вăтăр градуслă кĕтес
3. градус (ĕçмелли спирт хисепĕн виçи); крепость вина — шестнадцать градусов эрех хаярлăхĕ — вун ултă градус

десять

числит. колич.
вуннă, вун(ă); в десять часов утра ирхине вунă сехетре; трижды десять — тридцать виç хут вуннă — вăтăр

до

предлог с род. п.
1. -чен; -а (е) çитиччен; до завтрашнего дня ыранччен; до города ехать тридцать километров хулана çитиччен вăтăр çухрăм каймалла.
2. (син. раньше) -чен; умĕн; это было до войны ку вăл вăрçăччен пулнă
3. (син. около, приблизительно) -а (-е) яхăн; патнелле; зал вмещает до пятисот человек зала пилĕк çĕр çынна яхăн вырнаçать
4. указывает, на что направлено действие: дотронуться до руки алла тĕкĕн; у меня до тебя вопрос манăн санран ыйтмалли пур ♦ До свидания! Тепре куриччен!; до того çав тери; промокнуть до костей йĕп-йĕпе пул

достигнуть

глаг. сов., чего
1. (син. добраться) çит; достичь финиша первым финиша пуринчен малтан çит
2. (син. приблизиться) çит, капаш; -а(е) яхăн пул; жара достигла тридцати пяти градусов шăрăх вăтăр пилĕк градуса çитрĕ
3. (син. добиться) пурнăçла; мы достигли своей цели эпир хамăрăн тĕллеве пурнăçларăмăр

интервал

сущ.муж.
хушă (уçлăхра е вăхăт юхăмĕнче); интервал между машинами — тридцать метров машинăсен хушши — вăтăр метр; спортсмены стартуют с интервалом в минуту спортсменсем минутран стартлаççĕ

максимальный

прил. (ант. минимальный), максимально нареч.
чи пысăк, чи вăйлă; чи нумай; максимальный заработок чи пысăк ĕç укçи; мороз достигнет максимально тридцати градусов сивĕ чи нумай вăтăр градуса çитет

мороз

сущ.муж.
сивĕ (хĕллехи); трескучий мороз шартлама сивĕ; тридцать градусов мороза вăтăр градус сивĕ; ударили морозы çанталăк сивĕтсе пăрахрĕ

тридцать

числит. колич.
вăтăр; за тридцать лет вăтăр çул хушшинче

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

тридцатилетний

вăтăрти, вăтăр çулхи.

тридцать

вăтăр.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

насчитываться

несов. шутлан, пур; в классе насчитывается тридцать учеников класра вăтăр ача шутланать.

номер

м. в разн. знач. номер; номер телефона телефон номерĕ; туфли тридцать восьмой номер вăтăр саккăрмĕш номерлĕ туфли; последний номер журнала журналăн юлашки номерĕ.

тридцатилетие

с. 1. (срок) вăтăр çул; за истёкшее тридцатилетие иртнĕ вăтăр çул хушшинче; 2. (годовщина) вăтăр çул тултарни.

тридцатилетний

прил. 1. (о сроке) вăтăр çуллăх, вăтăр çул хушши пынă; тридцатилетняя война вăтăр çул хушши пынă вăрçă; 2. (о возрасте) вăтăрти, вăтăр çулхи.

тридцать

числ. вăтăр.

ходьба

ж. утни; долгая ходьба нумайччен утни; тридцать минут ходьбы вăтăр минут утмалăх пур.

шестью

нареч. ултă хут (хутланă чух); шестью пять тридцать ултă хут пиллĕк — вăтăр.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

вăтăр

утыз

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

вăтăр

[vodor]
tridek
вăтăр çул хушшинче — dum tridek jaroj
вăтăр çулти хĕрарăм — tridekjara virino
пилĕк хут улттă — вăтăр — kvinoble sed estas tridek
виç çĕр вăтăр — tricent tridek
вăтăра çитсен — post fariĝi tridekjara

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

вăтăр

«тридцать»; др. тюрк., азерб., туркм., тур., кирг., кумык, отуз, узб. уттиз, алт. И одус, хак. отыс, шор. отус, казах., ног. отиз, тат., башк. утыз, якут. отут «тридцать».

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ахрат

1. П.п. Çĕр тĕпĕ, тĕпсĕр ханкăр, хăямат; тамăк шăтăкĕ. Анчах хаяр сив тинĕс авăрĕ, çилпе çĕкленейсе, пурне те ахрата путарнă. И.Тукташ, 1958, 129 с. Яла пырса кĕнĕ çĕрте ахрат пек тарăн çырма ахăрса выртать. К-н, 1966, 20 /, 5 с. Ăспала инкек çеç курăн, ахратра асăнмĕç. Н.Теветкел,1982,59 с. Вĕсем халăхпа пĕрле тӳпене çĕкленнине те, ахрата ӳкнине те ӳсĕмпе тăкакачăтса ирттернĕ. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. 2. П.п., ятлаç. Хăямат, эсрел, мур илесшĕ, çĕр çăтасшĕ. Кайăр, кайăр, сирĕннисем [упăшкăрсем] те çавăнта, ахрат кафинче! //К-н, 1973, 1 (2) /, 3 с. Пĕлтĕр те, ахрат, вăтăр икĕ кун прогул турĕ. К-н, 1984, 19 /, 7 с. Эрех лĕрккесе лартнă та, ахратсем, пуçтахланма пуçланă. ХС, 1996, 3 /, 2 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

велосипед

çуран чупакан урапа. Вĕçес кун пухăнасса вăтăр çын анчах пухăннă. Пурте вĕсем велосипед пек (çуран чупакан урапа) машина илсе пынă [Çулталăк 1914:12].

Çавăн пекех пăхăр:

вăт-çавринкка вăт-кăвар вăт-касси вăт-чôљ « вăтăр » вăтăр пиллĕклĕх вăтăр ура Вăтăр-Çăл вăтăр-ватăр Вăтăр-Юман-Керемет

вăтăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org