Шырав: виççĕмĕш

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

анапест

анапест (виççĕмĕш сыпăкĕ çине пусăм тивекен виçĕ сыпăклă сăвă виçи)

виççĕмĕш

числ. порядк.
третий
виççĕмĕш клас — третий класс
пĕрре виççĕмĕш — (одна) треть, третья часть
вăл килйышри виççĕмĕш ывăл — он третий сын в семье

куб

2. мат.
куб (хисепĕн виççĕмĕш степене)

ми

ми (музыка гамминчи виççĕмĕш нота)

параграф

параграф (текстăн § паллăпа уйăракан сыпăкĕ тата палли хăй)
устав параграфĕ — параграф устава
виççĕмĕш параграфа вула — прочитать третий параграф

президент

президентский
ăслăлăхсен академийĕн президенчĕ — президент академии наук
Чăваш Республикин виççĕмĕш президенчĕ — третий президент Чувашской Республики
Америка президенчĕсем — американские президенты
президент суйлавĕ — президентские выборы

раунд

спорт.
раунд (боксра — тытăçу тапхăрĕ)
виççĕмĕш раунд — третий раунд
виçĕ раунда пынă тытăçу — бой из трех раундов

силлогизм

филос.
силлогизм (икĕ шухăшран виççĕмĕш шухăш — пĕтĕмлетӳ туни)

степень

2.
степень
виççĕмĕш степень «Ĕç мухтавĕн» орденĕ — орден «Трудовой славы» третьей степени
пĕрремĕш степень диплом — диплом первой степени

степень

3. мат.
степень
хисепе виççĕмĕш степене ил — возвести число в третью степень

талăк

суточный
виççĕмĕш талăк иртнĕ çĕре — к исходу третьих суток
пилĕк талăк кĕт — ждать пятеро суток
талăк çурă хушшинче — на протяжении полутора суток
талăкри тухăçлăх — суточная производительность
талăкри чĕпĕ — цыпленок суточного возраста
талăкĕпех çумăр çурĕ — целые сутки шел дождь
Тăлăх автан талăкра тăхăрвунă хут авăтать. (Кĕвĕллĕ сехет). — загадка Одинокий петух поет девяносто раз в сутки. (Часы с боем).

терци

муз.
терция (музыка гамминчи виççĕмĕш пусăмĕ)

тур

II.
тур (тапхăр) [фран. tour]
ăмăртусен виççĕмĕш турĕ — третий тур соревнований
конкурса виçĕ турпа ирттереççĕ — конкурс проводится в три тура

чупу

3.
забег, заезд
виççĕмĕш чупу — третий забег
юлашки чупу — последний заезд

курс

курсовой
курс ĕçĕ — курсовая работа
пĕр курса вĕренекенсем — сокурсники
виççĕмĕш курсшăн экзаменсем пар — сдать экзамены за третий курс

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

виçĕ

три (3)
виçĕ уралă такан — треножник
виçĕ шăл — три зуба
виççĕмĕш — третий
виçшер — по три
виçĕм кун — третьего дня
виçмине — после завтра

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

силтерлĕ

с качалкой, на пружинах. СЧУШ. Виççĕмĕш: пуканĕ пĕчĕккĕ пулнă, симĕс силтерлĕскер — Мишуткан.

сутлаш

судиться. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесĕр, тăванĕсем: ăна нимĕн те памасан, вăл пиртен сутлашса илĕ, тесе шухăшласа пуху пуçтараççĕ. Изамб. Т. Унта сутлашса (scr. сутулашса) илеймесен, виççĕмĕш патне пырат. Орау. Вăсем пĕр-пĕринпе пĕрмай сутпа тавлашаççĕ, сутлашаççĕ.

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

çытма тавар

особая домашняя ткань. Кан. Пĕр çĕрте сăран тăваççĕ, тепĕр çĕрте çытма тавар тăваççĕ, виççĕмĕш çĕрте çĕр кăмрăк кăлараççĕ.

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çурма пай

половина. N. Тырă-пуллăн виççĕмĕш пайĕ укçине, йывăç-çимĕçĕ çурма пайĕ укçине халиччен мана тивĕçлине илессине каçарăп.

çăвăр

(сы̆вы̆р, сŏвŏр), детёныш. Пазух. З5. Виçĕ уйăхри çăвăрсенчен пуçласа çулталăка çитиччен (о поросятах). Орау. Çăвăр кăларсан, катана ан яр, турă. (Моленье). КАЯ. Хăçан та хăçан çав мулкачă миллион çăвăр амăш пулĕ (будет матерью миллиона детей), çавăн чухне çак ача уртăр. (Из наговора). ТХКА 85. Ративан сысни çăвăр пăрахрĕ вара. || Детка (пчелиная). Вĕлле хурчĕ З. Темиçе çул тăна карас кивелет. Вăл кашни çул çӳре (çăвăр) кăлармассерен, çӳре кипки юлнипе хуралса тачкалать те, хытса каять. Календ. 1906. Çав куçсенчех тата çăвăр (çурă) кăлараççĕ (выводят детку). Кн. для чт. 167. Аван ама пĕр карас куçĕ хăвармасăр, кашнине çăвăр сапать. Ib. Ама çăвăр сапма çуркуннех пуçлать. || Рой пчел. ЧП. Вуникĕ вĕлле хуртăм пур, çăвăр яманран ӳпкем пур. Ib. Вуникĕ вĕлле хуртсене çăвăр яманран ӳпкем пур. Торх. (Курм.). Пирвайхи çăвăр — первак; иккĕмĕш, виççĕмĕш (рой). N. † Çӳлĕ тусем çинче, ай, пĕр вĕлле, çӳллен çăвăр хушмантан ӳпкем пур. || Часть плуга. Янгорч. Çăвăр — ама çумăнче.

çăкăник

восклицание неизв. зн., которое произносит старший дружка на свадьбе. Ала 62. Ман-кĕрӳ пуринчен мала ларать, аллине сăра курки тытать. Вара вĕсем виç тапхăр тăрса лараççĕ. Виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. Пуççапма ларас умĕн мăн-кĕрӳ: „Çăкăник!“ тет те, халăхсем пурте пуççапма лараççĕ. Пуççапнă вăхăтра мăн-кĕрӳ çак сăмахсене калать: „Ах аттеçĕм, аннеçĕм, пыр çиме те кирлĕ мар, ал тытма та кирлĕ мар, сирĕн пĕр пус укçăр пĕр сум мар, икĕ пус укçăр ик сум мар, эпĕ сирĕн укçăра ыйтмастăп, пуç сывлăхне ыйтатпăр; эсир пиллесессĕн — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх“, тет. Çак сăмахсене мăн кĕрӳ каласа пĕтерсен, пуççапса ларакан туй халăх çапла юрласа ярать: „Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, юман кашта, авăна-çке шывăн хумĕпе; çинçе-ях та пӳçĕм, аван чунçăм, тайăла-çке ватсен умĕнче. Пахча та пахча купăста, сире те пултăр, ватăсем, çинче те пӳлĕ сарă хĕр, пире те пиллĕр, ватăсем. Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне, эсир пиллесен — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх. Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăм шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр“. Унтан вара çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ калать халăхсен çинелле пăхса: „Упăтĕк!“ тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрен чуп-тума тытăнаççĕ. Чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ. Пӳртрен тухса кайнă чух мăн-кĕрӳ аллинчи куркана алăк патĕнчи çынна тыттарать те, çак сăмахсене калама тытăнать: „Ах пиччеçĕм (ятне калать лараканнинне), çав (ятне калать) пуян туй кӳртет, çав пуян ывăлин туйне кӳртет, ватă-вĕтĕ — пурте туй курма пырăр, сăмсипе сывлан, кучĕпе шăван — пурăр та туйкурма пырăр“, тет. Унтан вара вĕсем тухса каяççĕ. Вĕсем çул çинче виçĕ тапхăр чарăнса такмак каласа ташлаççĕ. Ку киле çитсессĕн, мăн-кĕрӳ алăк патне пырать те, алăк патĕнче туй халăхĕсем апла каласа юрлаççĕ: „Хуçа та пире сăра пар; сăру та пулмин, ху та тух; ăснă та сăру сĕвĕрĕлчĕ пуль, пиçнĕ яшку сивĕнчĕ пуль“…

çĕртме

пар, паровая пашня. Виçĕ пус. З6. Вĕсенчен хăшне çĕртме тин тунă вăйлă çĕр кирлĕ, тепри вĕсен юлашкине çĕртен пуçтарма пултарать, виççĕмĕш тата çĕре хăй юсать. КС. Çĕртме ту, парить землю (акмасăр хăварнă çĕре сухалани). N. Çĕртмесем иртсен манăн хамăн та укçа пулать те, халь çук. Изамб. Т. Çĕртме тăваççĕ, ака хыççăн, унтан вара хыт-сухара сухалаççĕ, тата ыраш акнă чухне сухалаççĕ, мĕн пурĕ виç вут сухаланат. Çĕртмерен пуçне иккех хут сухаланат. Янш.-Норв. † Ах, вăйăçăм, вăйăçăм, çĕртме умĕнче чарăнать-çке! Коракыш. Çĕртме туман ана çинче, шăтман хурăн кутĕнче çуратман мулкач выртĕ. (Суя суйни). Якейк. Çĕртмее ака тума тохнă темеç (= темеççĕ), çĕртме тума тохнă теç (= теççĕ). Ib. Çынсам çĕртмея тохнă, эпĕр хăçан тохăпăр-ха? Ib. Çĕртме кăçал пит хытă, тесе калаç, темле тукалас. (Çĕртме тумалли çĕр-шу хытă тесе калаç). N. Çĕртмесем те сухалама пуçларĕç. Чăрс. 14. Çĕртме туса пĕтерсен, лашасем те çĕртме курăкĕ çинче юсансан.. Ир. Сывл. ЗЗ. Çĕртме ĕнтĕ пĕтмен-ха. Янтик. Çĕртме, пашня (пар) перед посевом озимых хлебов, за месяц раньше самого посева. Пашут обыкновенно в конце июня и в начале июля. Изванк. Çулла, çураки иртсен, çĕртме иртсен, пирĕн патри çынсем туй тăваççĕ. Никит. Çĕртме сухаланă чухне. || Пашня. ХЛБ. Çуртри çĕртмине кĕркунне тусан аван. Б. Яныши. Вара çĕртме çинче суха тума пуçласан, утсемпе эпир çитерме каяттăмăр. || Перепахивание погибшей озими весною. Юрк. Çĕртме = уçăма (калчана) пасса акалани.

тасат

(-т), чистить, прибирать, убирать. Регули 1365. Кил-картине тасатсах тăр. Сятра. Симĕс корăк, ман орая тасат! тет. (Просительно: ман орая тасатай). О сохр. здор. Ун чух вара пӳрт лартма суйласа илнĕ вырăна тасатас-тасатасах пулать. Сред. Юм. Кил-карти тасат, убирать двор;. атă тасат, чистить сапоги. || Придавать лоск, бдеск. Сред. Юм. Атă тасат. N. Ку сăмавара тасатмалла. Этот самовар надо вычистить. || Вычищать (что откуда), очищать, удалять нечистоты. N. Вакон çоль çинчен йор тасатрăмăр. Мы очищали железнодорожный путь от снега. N. Кайран, вилнĕ çынна пытарсан, виççĕмĕш кунне ирттерсен, вăл шыва тĕпсакайĕнчен тăпри-мĕнĕпе тасатса кăлараççĕ. Виçĕ пус. 33. Тырăсенчен юлнă япаласене тасатаççĕ. ХЛБ. Ана çинчек вăхăтра шыва тасатаймасассăн, тырă пулассине ан кĕт. || Производить суеверный обряд очищения. Етрух. Пушалăстă, тасатсамччĕ! Хаклă тăрать-и вăл тасатма? тет. (Чăваш чирĕ). Ib. Юмăçа килне илсе кайса тасаттарни. Юмăçĕ тасаттаракан патне пырсан, хай çурштав эрехе пĕчченех ĕçсе ярать те, вара тытăнать тасатма ӳсĕр пуçĕпе. Вăл: акă епле тасататăп, тет: пур чир-чĕре кил ăшчиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана, уна вара суйлан пек тăвать. Усене суйласан, пĕр таса шурă тутăр çине çыхса хурать. Тата унтан вара юсман икерчне те савăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Унтан вара татах тепĕр хут йĕплĕ хул пĕр ывăç илет те, сакайне татах кĕрсе кайса, пур кĕтессене çапса шăлса тухать. Хăй сăмахне çапла калат: çакă килтен сире хăвса каларатăп; часрах тухса кайăр, тесе. Татах çӳле, пӳрте, тухсан та, пур кĕтессейрен çапса çӳрет. Çапла çапса пĕтерсен, йĕплĕ-хуллине тула илсе тухса, татах хуçи хуралтне уçса, çапла çапса шăлса пĕтерет юмăçĕ. Вара унтан, хуралчĕсене пĕтерсен, кил-картишне шăлан пекки тăвать. Çавă мĕн тĕттĕм çĕре çĕрĕпех тасатать! Унтан вара йĕплĕ-хуллине хапхаран тулашĕ енеле пăрахать тăкма кайиччен. Çапла вара юмăçĕпе хуçи пӳртне кĕреççĕ те, татах хатĕрлеç пĕчĕккĕ татăксем шурă тутăр, 5 тутăр татăкĕ: пĕрин çине çыхаççĕ ыраш çăнăхĕ, тата тепĕрин çине урпа çăнăхĕ, теприн çине кĕрпе, теприн çине тăвар çыхаççĕ, теприн çине пĕренĕкĕ, хур-кăвакал евĕрлĕ, çыхаççĕ, а çăвне пĕр чӳмлек катăкĕ çине илеççĕ; вара çав малтан хатĕрленисене, юсмансене, сакай çӳпписене пурне те пуçтарса пысăк тутăр çине çыхать. Вара юмăçĕ хуçине лаша кӳлме хушать; хуçи часрах йăпăр-япăр кӳлет те, хуçипе иккĕшĕ çав япаласене илсе, тата йĕплĕ хуллине те хапхан тулашĕ енчен илсе хураççĕ. Вара тăкма уя тухса каяççĕ. Çапла кайсан: пур парнепе тăкнине пĕлтерет, теççĕ, пур кил-ăшчиккинчи чир-чĕре, усала-тĕселе чипер тутлăх парнепе кăларса яраç, теççĕ. Парнесĕр тасатсан: выçăпа калех киле тавăрнать, тет юмăçĕ. Çапла вара тасатса пĕтерсе тавăрнсан, юмăçне хуçи татах питĕ ĕçтерсе ӳсĕртет те, леçсе хăварать киле. Ст. Чек. Тасатни тени — кĕл-туса çини. Сред. Юм. Тӳркиллие тасатса панă (дал жертву духу). || Уничтожать. Хăр. Паль. 11. || Шарккуне те пĕр самантра тасатса хучĕ (все сьел). || Украсть. Альш. Укçине те пăхат — укçине тасатнă-кайнă (украдены), тет. || Убрать (спровадить, убить кого). N. Ку япала манăн пупсене тасатма пултарĕ вĕт. Ведь этот субъект сможет убрать (спровадить) убитых мною попов. (Из сказки). || Регули 1366. Мана тасатсах исе карĕç. Синерь. Нӳхрепре пĕтĕм этем кĕлетки вакласа тасатса хунă, тет.

тат

(тат), рвать, срывать, отрывать. Шурăм-п. Мăйăр хăмла пек пулать, эрнере татса пĕтет (в неделю срывается). Кильд. † Çаврăнайса-çаврăнса ут çулнă чух, татса-татса пĕрлĕхен хыпмарăм (здесь „Татса-татса“ — сорвав много раз). Трень-к. Манран ку улма-йывăçĕсене (кам) ватса, олмисене татса карĕ? тесе ыйтрĕ. Арзад. 1908, 13. Пĕчĕк Иванкка пахчаран тăхăр хăяр татса кĕрсе, йăмăкне 4 хăяр, пиччĕшне З хăяр панă. Орау. Мăк пилеч (билеты на право собирания мха) илнĕ çĕртре паян халăх пĕр-пĕрне хĕснипе (в давке) пĕрин уринчи çăпатине татса юлнă (сорвали с ноги). Пир. Ял. Упăшки вăхăтра сиссе татса антарнипе вилмелле пулман. || Разорвать. Сорм-Вар. Унччен те пулмарĕ, карчăк: урлă татса хыпам-ши, тăрăх татса хыпам-ши, тесе калама тапратрĕ, тет (т. е. разорвать ли тебя вдоль или поперек?). Б. Яныши. Хорĕ (гусь): пре татам та, пре хыпам, тет. Чураль-к. Кам-та-кам шарлать, çавна чĕпĕтсе татсах илмелле. В. Олг. Торă татса кайманскер! (Сильная брань). || Порвать. Янтик. † Туртсан тимĕр татас пек. || Перервать. N. Тупă пулькки тивсе, кĕлеткин(е) варăнчен татса пăрахрĕ. Шурăм-п. Юрлакан, ĕретри çынсен аллине татса каяс тесе, вирлĕн (стремительно) чупса пырать. || N. Татса яр, ссадить (напр., кожу). || Разрушать запруду, прорвать. N. Усалсем (черти) арман пĕвине татса яраççĕ. М. Яуши. Эпĕ пĕр армана татса ярса тăратăп, тем чул пĕвелеççĕ те, чараймаççĕ. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ, малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. || В пассивном значении. Якейк. Армансам татса кайнă. Ib. Выл çинче паян пĕр арман та йолман, тит, порте татса кайнă, тит. Коракыш. Вăл каланă тăрăх утмăл лав йĕплĕ-хулă хатĕрлесе пĕвине пĕвеленĕ те, пĕви татса кайман. || Разбередить, сорвать (напр., болячку). Сборн. по мед. Хăш чухне тата кĕсенĕсене ача хăй чавса татнăран та пулать (это происходит). || Пилить, рубить. Регули 197. Вотă татнипе выртать. Дрова лежат нарубленными. Ib. 1. Вăл вотă татма каять. Мусур. † Пирĕн йысна пуласси — авăн вутти муклашки, урайне хурса татас пек. Кан. Татман юман хăмасем. || Нарезать (салму). Ядр. † Сала-кайăк тăриччен салма татса ярсассăн, пирн варлине эс юрăн. || Рвать (шерсть). N. Кунне пĕр тенкĕ паратьчĕç мана, эпĕ çăм татнă çĕрте ĕçлеттĕм. || Ощипывать. С. Алг. Кăçалхи çул ăна (кăрккана) çапнă-антарнă, тытнă-пуснă, туртнă-татнă, каснă-вакланă, пиçнĕ-хуçнă, лармалла та çимелле иккен. (Такмак). || Дергать (конопли), драть (лен). Якейк. Кантăр татмалла полать те ĕнтĕ. Ib. Кантăр татса пĕтертĕмĕр. Изамб. Т. Йĕтĕне татсан, çапса вăррине илеççĕ. N. Кантăрсам та татрăмăр, пăрçасам та çултăмăр. Сред. Юм. Кантăр татас. (Кĕркунне ана çинчен çăлассине калаççĕ). || Прерывать (сон). Орау. Ăйăх: татсан — татăлап, чăссан — чăсăлап, тесе калать, тит. Сон говорит: „Если меня перервут, я перервусь, а если растянут — растянусь“. Сред. Юм. Ыйăх татсах (лишая себя сна) ôнта кирлĕ мар япалашĕнех çӳремесен те йорĕччĕ. || Пересекать. Эпир çур. çĕршыв 15. Урамне (улицу) икĕ çĕрте урлă урамсем (переулки) татса каçаççĕ. || Переграждать. N. Манăн тĕрĕс мар çула тат. || Переходить, перебегать (дорогу). Шурăм-п. Кушак çул татсан, телей пулмасть. || Отводить, отрезать (землю). Альш. Вăл çаранне (луга) ăна вĕсем чăн лайăх тĕле суйласа татса параççĕ (в самом хорошем месте). N. Землемер (мишавай, мешевей) мĕнле татса пачĕ: пурне пĕрле-и? || Подводить, подрезывать; подкузьмить. N. Халĕ тата çак икĕ çул хушши тырă пулманни ытла та татрĕ (здорово подрезало, подвело). || Срезывать, подрезывать. Изамб. Т. Кĕпе пĕвĕ пĕтсен, пусма (ситец) татса пĕреççĕ (сборками). Ib. Ул татса пĕрнин аял хĕррине тата пусма татса пĕреççĕ (оборки). Ib. Кĕпи аркине (у чувашек) икĕ тĕлтен татса сыпаççĕ. || Покидать (надежду). N. Йывăр пирĕн иксĕмĕрĕн хуйхăмăр, юлташăм, тенĕ, çапах эсĕ ĕмĕте татса ан хуйхăр. || Разбивать (надежды). Фин. Çавăнтах: тырă пулĕ-ха ĕнтĕ, тесе, тăнă çĕртрех тăм ӳкет те, санăн пĕтĕм ĕмĕтне та(та)ть пăрахать. N. Ан кул, пит чĕрене татать. N. Ашшĕ-амăшĕ, унăн кăмăлне татас мар тесе, ăна чарса тăман, куç-çулĕпе йĕре-йĕрех хăйсен пĕртен пĕр ывăлне пилленĕ. Конст. чăв. Ку сăмахсене вĕсем мана хăратса анчах каланине эпĕ пĕлтĕм те, анчах хирĕçес мар тесе, шухăшланă шухăшăма çав тĕрлĕ татрĕç пулин те, эпĕ вăсене пĕр самах та хирĕç тавăрса каламарăм. || В дееприч. форме на „са“, „се“ иногда передается наречием: вдоволь, в изобилии. Кратк. расск. 16. Акă ĕнтĕ пĕтĕм Египет çĕрĕнче çичĕ çул тырă-пулă пит татса пулĕ (уродится в изобилии). Капк. Тырри те татсах пулмарĕ те, пĕрлешесси çинчен шарламаççĕ-ха. СПВВ. НВ. Тырă-пулă пит татса пулать (родится отлично). Аттик. Эй, Ел-кӳлли! Çĕртен те, çӳлтен те татса пар; тырă пулмасăр хăварса выçă ан вĕлерсем. (Моленье). Турх. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне вĕсене татса парĕ-ши (совершенно полно, вдоволь). || Выплатить. Бес. на м. г. Ак сирĕн хошшăрта куланай татни те нумай мар, пурăнăç та çителĕхлĕ мар. || Отбыть обязательный срок. N. Эсĕ çӳресе татман. Ты не отслужил (не отбыл) своего срока (в пастухах). || Лишать. Магн. М. 115. Тырăран татăк ан тăрат, пураран ан тат. (Моленье). ЧС. Эй, ĕнем, ĕнемI Халиччен сĕтрен-çуран татманччĕ, çуллен пăрулаттăнччĕ. Ал. цв. 10. Эсĕ мана мĕн пур телейĕмрен татрăн ĕнтĕ! || Отказывать себе, лишать себя. N. Эсĕ у (= вăл) укçана хăвăнтан татса янă пуль (отказывая себе в самом нужном). Сред. Юм. Хамран татса патăм. И себе нужно было, но я ему дал. N. Хăна ху пиртен пулас ырăлăхран ан тат (сам себя). || Решать (дело). Янш.-Норв. Пĕр çураçса ĕç татсан, вĕсем туй тума анчах хатĕрленсе тăраççĕ. Н. Сунар. Эсĕ пирĕн ĕçе татса пар ĕнтĕ. Ты уж рассуди нас (т. е. рассуди наши дела). N. Ман ĕçе татса парсам. N. Сире вăтантарса калатăп, сирĕн хушшăрта тăванпа тăван хушшинчи ĕçсене татса пама пултаракан ăслă çын пĕрре те çук-и мĕн? Истор. Вечера (на вечере) ĕçе вăрçмасăр, çапăçмасăр сайра (редко) татнă (надо: ĕçе вăрçмасăр... татни сайра пулнă?). Ib. Çапăçса хăшĕ çиеле тухнă, ĕçе те çавăн майлă татнă вара (решали в его пользу). Т. IV, 64. Çав ĕçе татсан, кам юрлас килекенĕн, пурте юрлаççĕ. N. Ĕçе туса тат. Синьял. Тăваттăн сута тăраççĕ, пĕччен сут татать. (Алăк уçса тухни). N. Кам мĕн чухлĕ илсе пырассине татса хуман. N. Кĕске татса калакан сăмах, поговорка. || Окончить, завершить. Кан. Службă татса киле кайма хатĕрленекен хĕрлĕ салтак. || Мстить. Полтава 68. Виççĕмĕш мул — Мазепа хирĕç татса парасси („месть“). || Удерживать. N. Кантор окçине татса йолмарĕç. || Придавать определенность, точность, систематичность. Юрк. Чăнласах та пирĕн чăвашран нумăйĕшĕ çак сăмаха татса калаймасăр „псав“ (вм. тат. бы̆зау) анчах теççĕ. ГТТ. Пурне те (обо всем) татса, уйăрса çырмалла (определенно, систематично). N. Час-часах пур япала çинчен татса çырса пулмасть. Сред. Юм. Тем йăмахласа ларчĕ, пĕрте татса каламарĕ. Не знаю, что говорил, не высказал всего ясно. N. Тĕплĕ ыйтса пĕлмесĕр, татса каламалла мар. Нельзя сказать определенно, не разузнав основательно. N. Татса калани, решительный сказ. || Обрывать (чью-либо речь). Ал. цв. 14. Аслă хĕрĕ ашшĕ сăмахне татсах калать: хăш хĕрӳ валли эсĕ хĕрлĕ чечек илсе килтĕн, çав хĕрӳ хăтартăр сана, тет. N. † Хапха умĕнчи вĕлтĕрене çапĕçĕ те татĕçĕ; ютсем йышлăн, эпĕ пĕччен, калĕçĕ те татĕçĕ. Орау. Çынна пĕр-ик сăмах пат каласа татать. Он обрывает человека сразу, одним или двумя словами. N. Амăшĕ вĕрентем пек тăвать: анчах ачисем ăна: эсĕ ху та нимĕн те пĕлместĕн, тесе, каласа татса хураççĕ. N. Çын сăмахне татса илсе ан калаç. || Сказать резко. N. † Пуян çыннăн ывăлĕ тесе сасартăк каласа ан татăр. Н. Лебеж. † Эсир татса каласан, эпир те татса калăпăр. Кĕвĕсем. Леш кассенĕн хĕрсене каласси пур пĕр сăмах; калăпăр та татăпăр: чĕрисене çурăпăр. Богдашк. † Çав Анаткас хĕрĕсене каласси пур пĕр сăмах, калăпăр та татăпăр, чĕрисене çурăпăр. N. || Выражает усиление. Турх. Авăна татса çапат (здорово, не кое-как). N. Сăмаха татса калаçни (бойко?).

те

(тэ), говорить. Панклеи. Мĕн тетĕн? Что ты говоришь? N. Мĕн терĕ? Что он сказал? Регули 466. Мĕн темеççĕ çынсам! Чего не скажут люди! (т. е. они могут сказать все, многое, их не переслушаешь). N. Ивана мăшкăлласа кулнăшăн, акă мĕн тенĕ. || Вводит прямую речь, как русское „говорить“. N. Каларĕ, тейĕн ак! Вот ты сам убедишься, что я сказал (правду). N. Вилеп, тесех тăрать. Все твердит: „умрет“. N. Эсĕ ан мантăр, тесе. Ст. Шумат. Эсĕ тăват уралă, эпĕ икĕ уралă, тет,— хăшĕ те хăшĕ валтан анĕ (кто из нас раньше сойдет)? тет. Ал. цв. 20. Эсĕ паян ешĕл йывăç пахчине пырса туратсем, чечексем, çулçăсем карнă ху юратнă хушша кĕрсе лар та, акă çапла кала: шанчăклă чурам, калаç-ха манпала, те (скажи), тет. Сред. Юм. Хай ача: эсĕ ман аппа пôлан-çке, эпĕ сан шăлну вит, тесе ячĕ (воскликнул), тет. || Весьма часто вводит предложения, соответствующие русской косвенной речи; при этом вводному предложению нередко предшествуют глаголы думания, говорения и вещания, а глагол „те“ ставится после него. Подлежащее вводного предложения часто заменяется вин. падежом, а самое построение вводного предложения нередко частично изменяется в сторону косвенной речи. Шурăм-п. Тутлă шăршă кĕрет: ăçта та пулин пыл пур, темелле (подумаешь, что...). Регули 476. Поплеççĕ: вăл килмест, тесе (или: вăл килмест, теççĕ). Гаворят, что он не придет. Ib. 1481. Эп пирĕн тесе (или: тесе те, т. е. подумал), пирĕн полмарĕç. Эп пирĕн, терĕм, пирĕнех полчĕç (оказались нашими). Ib. 471. Эп çĕмĕрнĕ, тесе, ятлать. Бранит меня, как будто я разбил. N. Санпа тавлашма тытăнĕ, тетĕн-и, эсĕ ăна? Неужели ты думаешь, что он выступит с тобою в состязание? Ал. цв. 20—21. Эсĕ мана хăвăн сассупа хăратăп, тесе, ан шиклен. Не бойся, что ты испугаешь меня своим голосом. Истор. Вырăссен çарĕ чакма чарăннă, тенине илтсен, хрантсуссем те пит савăннă. N. Эсĕ килет поль, тесе (думая, что ты идешь), алăк уçма тухрăм та, эсĕ пулмарăн? Трень-к. Эп (эпир) пурт çинчен ан антăр, тесе, посмине илчĕç. Они убрали лестницу, чтобы я (мы) не мог (не могли) слезть с крыши. N. Пире... сирĕн пата: пĕрле пурăнар, тесе, калаçса килĕшме ячĕç, пире хăвăр тусăрсемпе, юлташăрсемпе пĕрле çырса хуччăр, тесе, йăлăнма ячĕç, тенĕ. Послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших. Регули 477. Эп паллимарăм, те. Скажи, что ты не узнал. N. Вĕсем мана: çырла ан туптăр, тесе (чтобы я не нашел ягод), кунта исе килнĕ. N. Вĕсем: эпĕ çырла тупам мар, тесе, мана кунта илсе килнĕ. (Странная конструкция, по смыслу с пред. совпадающая). N. Салам кала, тата: тав тăвать сана кĕнекешĕн, те. Передай ему поклон и скажи, что я благодарго его за книгу. N. Кашнийĕ вĕсем (каждый из них) мĕн пысăкăшĕ, мĕн аслăшĕ, вĕсене пурне те вырнаçтарса тăма мĕн чухлĕ вырăн кирлĕ? тетĕн. Регули 472. Эп: вăл, терĕм,— вăл мар, терĕ. Я сказал, что это он, а он сказал, что это не он. Н. Чукалы. Атя чултан шыв кăларар! — Якуркка калат: атя! кăлараймăп, терĕн-ем? Юрĕ кăларса пăхăпăр, чим, кăштă каяр-халь. Регули 473. Эп: кирлĕ мар полĕ, тесе. Я думал, что, вероятно, не надо. Ib. 475. Эп шокшларăм (= шухăшларăм): вăл, тесе. Я думаль что (это) он. Ib. 1447. Эп она: пĕлтĕр, тесе (чтобы он знал), йори каларăм. [Эту фразу можно понять и иначе: „я сказал ему ложно, что (это было) в прошлом годе“]. Кан. Уçсан та (окно): кантăка çĕмĕрмесĕр хупатăп, темелли çук. Нельзя быть уверенным, что затворишь его, не разбив стекла. НТЧ. Хай Елекка виçĕ кунтан: пуç ыратать, тее пуçларĕ. Кан. Çитрĕ, карчăк, пурнăç? теейсе юлтăм. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Урмай. Лешĕ калать, тет: çичĕ куçĕ те çывăрса кайнă, терĕ, тет (у меня). Юрк. Мĕн çинчен? тесе ыйтат чăвашĕ те. Кн. для чт. 10. Усал çынна çыпçăнсан: ырă çул çинче, тесе, ан кала. N. Вĕсем сан çинчен: пусмăрлать, тесе, тата тепĕре каласан: эпир хамăра тивĕçлине тăвăпăр: санпа тинĕс çинче те, çĕр çинче те вăрçăпăр, тесе, çырса ятăмăр. Мы написали ему так... если они еще обратятся с жалобою на тебя, то мы окажем им справедливость и будем воевать против тебя на море и на суше. Якейк. Эпĕ Хосана килет, тенине илтсен, вăлсам пит савăннă. Услышав, что я (ты, он, мы, вы, они) приеду (-ешь, -ем, -ете, -ут) в Казань, они очень обрадовались. (Отметьте здесь употребление глагола З-го лица ед. ч. при подлежащем во всех лицах и числах). N. Эсĕ калан мана: сана çавраймарăм, тен. Ты говоришь, что я тебя не сумел свертеть (т. е. увлечь; замечательная косвенная речь). КС. Платон: сана кăçал килмеçт вăл, терĕ. Платон сказал, что ты в этом году не приедешь. СТИК. Эпĕ кăна, эсĕ кайтăр тесе (чтобы ты ушел или уехал), турăм. Эпĕ ку япалана, эсĕр кайтăр тесе (чтобы вы ушли или уехали), турăм. Регули 718. Вăл манран итрĕ: пичĕш килет-и? тесе (придет ли его старший брат, т, е. брат спрашивающего или брат другого человека; смысл двоякий). Якейк. Эп сан пата мĕн тума пытăм поль, тен? Как ты думаешь, зачем я к тебе приходил? N. Эсĕ, Анна, мана (про меня): карточка теме ямас у ман пата, тесе калат, тет. Про тебя, Анна, говорят, что ты говоришь, что я почему-то не посылаю тебе своей фотографической карточки. Альш. Эсĕ çывăраттăр, тесе (думая, что ты спишь), кĕмерĕм эпĕ. Сана: çывăрат, терĕç те (сказали, что ты спишь), кĕмерĕм вара эпĕ. || В З-ем л. ед., а иногда и мн. числе, употребл. в смысле русского безличного оборота: „говорят“. Альш. Пурăнсан-пурăнсан, вăл ăвăсĕсене пĕри каснă, теççĕ, хăшне-хăшне; унтан вара суккăр пулнă, тет-и, мĕн-и (говерят, что-ли)? Ib. Çилĕмсем çаклансан, ĕçерсе яма анакансем (в воду) пулнă, тет-и-мĕн те, çавсем калаççĕ, тет. Изамб. Т. Энтрипе арăмне уйăрса кăларнă, темест-и? — çапла, тет, çав. N. Ăна вилнĕ темери? Не говорили-ли, что он умер? Регули 478. Поплеççĕ: вăл килмеçт, тет? Говорят, что он не приедет. (Здесь странное соединение мн. ч. с ед.). || Называть. N. Çакна чăвашла мĕн (как) теççĕ-ха? Ăна кунтăк теççĕ. СПВВ. НН. Малтан пыракан тесе укçана калаççĕ. Çавна илесчĕ те, малтан пыраканни çук тени — çавна илесчĕ те, укçа çук тенĕ сăмах пулат (означает). || Думать, предполагать, хотеть, желать (ставится с прич. буд. вр.). N. Антон (Антун) каларĕ вара: Захар (Сахар), епле топас тетĕн утсене? терĕ. Юрк. Эпĕ ĕлĕк те авланас теместĕмччĕ, ун чухне те пĕр шуйттанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и? тет. М. Яльч. † Пĕчĕккĕ лаша, турă лаша, кăçалхи çул кӳлес теменччĕ; ай-хай пуçăм, çамрăк пуçăм, кăçал çул каяс теменччĕ. Регули 556. Ярас тетĕп. Хочу (сообщить) послать. Ib. 559. Эп каяс темĕп он чох. Я тогда откажусь (не захочу) итти (ехать). Якейк. Килес мар тесеччĕ эп паян. Я сегодня не хотел было приходить. Ib. Ăна корасах теттĕмччĕ, коримарăм. Ăна корасах тенĕччĕ, коримарăм. Ăна корапах тесеччĕ, коримарăм. Ăна корас тесех килсеччĕ, коримарăм. Ib. Эп тăвас тенĕ пек полчĕ; эп шохăшланă пак полчĕ (как я желал, так и случилось). Регули 1519. Вăл пĕтерес терĕ те, пĕтеримарĕ (пĕтерчĕ). Сред. Юм. Онпа çитмес тăта, ôна та сотас тет, мĕн ĕнтĕ. Этого не достаточно, еще и это хочет уже продать. || Решать. Якейк. Эп конта йолас терĕм уш (решил уж остаться здесь). ГТТ. Эпĕ: хама тӳрре кăларам, темерĕм çав ĕнтĕ. Я решил не защищаться. || Обещать. Регули 1482. Эс ĕнер килес терĕн те (или: терĕн), килмерĕн. Эп килес терĕм те, килтĕм. Ib. 1520. Вăл мана курас терĕ те, курчĕ. || Употребл. во многих чувашизмах. N. Мorbus тени чир тени пулать. Слово morbus означает болезнь. Альш. „Пулуштух“ тессине „палăштух“ теççĕ. Вместо „пулуштух“ они говорят „палăштух“. Чт. по пчел. № 17. Хурт йĕрки тесе эпĕ „пчеловодство“ тессине калатăп. Термином „хурт йĕрки“ я перевожу слово „пчеловодство“. ТХКА. Эпир, эсир,— теççĕ анатрисем. Сăмаха вир-ял пупленешкел эпир тессине эпĕр, эсир тессине эсĕр, тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ. Я. Турх. Ывăл тессине „ул“, анне тессине „апи“ теççĕ. Юрк. Вырăсла тесен, вырăсла мар, чăвашла тесен, чăвашла мар. По-русски — не по-руски, по-чувашски — не по-чувашски, т. е. не разберешь как, не поймешь на какой лад. Шурăм-п. Чăнах та пирĕн паталла, çын тесен, çын мар, упа тесен, упа мар, лап-лап пусса утса килет. Ал. цв. 6. Пӳрт тесен, пӳрт мар, çурт тесен, çурт мар (не то изба, не то дом). Юрк. Илемлĕ темелĕх те пур. Можно сказать, что она и красива. N. Хальхи куланай (подати) куланай темелĕх те çук (т. е. очень малы). Ромс. 30. Ĕçлес тесе (усердно) ĕçлеççĕ. Якейк. Йăван тесе Йăван çынтан кулать! Даже Иван (уж нащто Иван), и тот смеется. N. Пăва тесен, Пăва та пирĕн хуларан илемлĕрех. Уж нашто (на что) Буинск, и тот красивее нашего города. Т. VII. Шухăшларĕ, шухăшларĕ, тет те: пырăм, хăшне çиессӳ килет — пылĕ те, çăвĕ те, ашĕ те, сĕчĕ те, хăйми те — мĕн тенĕ вăл пур (есть все, что хочешь), кала, терĕ, тет. Толст. Бухар патшалăхĕнче мĕн тени вăл пур (есть все, чего хочешь). Орау. Вăт пирĕн Якур, ĕçлет тесен ĕçлет! (работает так работает; уж действительно работает). N. Чухăн хресчен пурăнăçĕ тесен (если говорить о бедняцкой крестьянской жизни), пит лайăххи, матурри сахал вара: пĕрин лаши çук, тепĕрин плукĕ, сухи-сӳри çук. Байгул. Нумай пулать, тет-и, сахал пулать, тет-и (через сколько-то времени), çаксен пӳрт тăррине пĕр хуп-хура кайăк пырса ларнă, тет. Орау. Çывăрса тăранимарăм тетĕн паян! Как ты говоришь, что ты сегодня не выспался? Юрк. Ыран калăм-кун тесен (накануне) чустасем лартаççĕ. ЧС. Пĕр çула (летом), çимĕк çитесси виç кун тенĕ чух (за З дня до семика). Ст. Яха-к. Çăварни пĕр эрне тенĕ чухне (за неделю до масляницы) çынсем сăра тума пуçлаççĕ. СТИК. Мункун тесен иккĕмĕш кун, в пятницу страстной недели. Ib. Раштав тесен виççĕмĕш кун, за три дня до рождества. N. Çапла вăсем мункун пĕр эрне тенĕ чухнех (за неделю) тем пек сĕреншĕн хатĕрленсе, ăна чунтан-вартан кĕтсе тăраççĕ. Яжутк. Ах, килемей! Эпĕ килемей тесен, килемей тесе калăп, кукамай тесен, кукамай тесе калăп (тархаслани). N. Çак ыйтнă кĕнекесемшĕн укçа тесен (если потребуются деньги) укçа та ярăттăмччĕ.

тытăн

(тыды̆н), держаться. N. Эсĕ манран тытăн (держись за меня). || Ловиться. Регули 723. Пол тытăнмаçть. || Попасться. Регули 726. Эп онта тытăнсан, эсĕр мана çăлса кăларас çок. Собр. Вăрăпа пĕрле тытăнсан, хăтăлăп тесе ан ĕмĕтлен, теççĕ. (Послов.). N. Пĕччен вăрланă вăр часах тытăнмаç. || Быть арестованным, схваченным. N. † Катари хулара тытăнтăм, вуникĕ çĕр укçала хăтăлтăм. || Задерживаться. Тытăнса тăтăрччĕ çав вырăнтах. N. Темиçе рас та вăрнас çĕртен тытăнса юлтăм ĕçпе. N. Эс тытăнса тăрсан, пушта ĕлкĕрейместĕн. Если задержишься, то опоздаешь на почту. N. Тытăнса ан тăр. Не медли. || Запинаться (при чтении или разговоре). N. Пĕр тытăнмасăр тĕрĕс вулама, вуланине тĕрĕс каласа кăтартма вĕрентнĕ. || Собраться. N. Киле кайма тытăнчĕ. Собрался домой. N. Эпĕ, эсĕ Хусана тухса каяччен, пĕр кун малтан сан патна пыма тытăнтăм, йăлт хатĕрлентĕм. Альш. Унтан ашшĕ пуçне касма тытăнат, çапах памас. N. Мана вырăнтан кăларма тытăнчĕç (хотели). Изамб. Т. Вут илме тытăнсан, укçи те çук, вутти те пит хаклă. N. Кĕркунне ачасене вĕренме кайма çырнă вăхăтра, эпĕ те кайма тытăнтăм. N. Вăл вуттине тиянă та, килне таврăнма тытăннă. N. Унтан вара эпир киле тавăрăнма тытăнтăмăр. Орау. Пĕрре пирĕн аттесем Шăмата пасара кайма тытăннă. Чăв. й. пур. 20. Вăлсем пĕлнĕ вăл епле çын иккеннине, ăна вара вĕлермех тытăннă. || Вздумать, задумать. Юрк. Килте ĕçлекен çынсем сахаллана пуçласан, тытăнаççĕ кĕçĕн ывăлне, Хĕветкине... авлантарма. || Пробовать, пытаться. Янтик. Вăйĕ сахал çав унăн. Ура çине тăраймас вăл, паян та темиçе хут тытăнчĕ ура çине тăма, анчах çавăнтах персе анатьчĕ вăй çук пирки. || Решаться на..., браться за... Юрк. Чипер пуян çынсенĕн хĕр-ачисене вăрлама тытăнаççĕ. || Приниматься (за дело и т. п.). Н. Шинкусы. Юмăçĕ каларĕ: вăл тавраша пĕлессе пĕлетĕп те эпĕ, анчах манăн халĕ унпалан тытăнса тăрасах килмест, терĕ (т. е. не хочет „пăсташ тасатма“). || Начинать. N. Паянтан тин ĕçлеме тытăнтăм. Ала . Вĕсем патне каçхане кайса ларсан, е хăйсем школа пырсан, вĕсене вĕрентме пуçлатăп. Вĕсем лайăхах тутарла калаçма тытăнаççĕ. Ib. 54. Яла çитсе кĕрсен (когда мы въехали), эпĕ анса кайма тытăнтăм (с телеги). N. Савăт ĕçлеме тытăнчĕ. Изамб. Т. Кĕлте кӳме тытăнни-ха эсир? Юрк. Тытăнаççĕ калаçма. Ib. Виç-тăват кунтан хайхи вилме те тытăнат. Орау. Акă сана калăплă çăпатапа ăшалантарма тытăнсан, ачана çаптарăп! — Ма çыртать тата?.., Ст. Чек. Шăлаварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара. || Начинаться, возникать, oriri? Колыб. п. 6. Çак çĕршыв тытăнса ларнă вăхăтранпала çакăн пек усал ылханлă тавлашу (война) пулман. || Пуститься в рост. Сĕт-к. Хăяр тытăна пуçларĕ. В. Олг. Тытăннă хăяр, пупленок. N. Нӳрлĕ çĕрте хурлăхан та часрах тытăнать. || Собираться наверху (о сметане на молоке). В. Олг. || Закрепиться. Тогач. Малтан кайса пăхсан, шăммисем пĕр-пĕринчен кăть тытăннă. Иккĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕтĕмпех тытăнса ларнă, тит. Виççĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕр пĕчĕк кайăк пăрт! турĕ, тит те, вĕçсе тухса карĕ, тит. || Появляться. Актай. Пас тытăнни. || Быть в употреблении. Кубово. † Çĕнĕрен илнĕ чĕн йĕвен, пар пичее, тытăнтăр. || Заикаться. Пшкрт. Тытăнса солят. Заикается. || Крепиться, держаться. Толст. Вăл (он) пĕтесшĕн мар пулса, пĕтĕм вăйĕпе тытăнса ларать. || Быть перехвачену (о голосе). К.-Кушки. Ман сасă тытăнчĕ. Пыр халь те тӳрленеймен-ха. Я охрип. Горло все еще не поправилось. N. Ĕслĕкпе (от кашля) сас тытăнса ларчĕ. СТИК. Шăнсан (если простудишься), сасă тытăнат, ӳслĕке ерет çын (у него появляется кашель). Сборн. по мед. Йĕре-йĕре сассисем тытăнаççĕ (у младенцев).

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

туй

той (туj, тоj), свадьба, свадебный церемониал, свадебный пир. Н. Седяк. Чăвашсем туйсене çимĕкре тăваççĕ. Туй тăвас умĕн çураçнă хĕрпе каччă венчете кĕреççĕ. Венчет тăваççĕ çимĕкрен маларах. Унтан вара хăтапа хăта туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Обыкновенно каччă ашшĕ хĕр ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша „пăлчал“ теççĕ. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Хĕр ашшĕ каччă ашшĕне ăсатнă чух, çураçнă хĕр вĕсене парне парать те, ӳксе пуççапать, лешсем хăй кинне пахиллеççĕ. Пуççапнă чух, çураçнă хĕр вĕсен урисене тытса пуççапать. Парнисем кĕпепе сурпан пулаççĕ, çак парне панă кĕпе-сурпанпа пӳртри çынсем тутисене шăламçи пулаççĕ. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. Туй лартни çыннисем пухăнсан (когда соберутся участники свадьбы), пурте турă умне çурта çутса кĕл-тăваççĕ. Унтан вара авланакан ача (жених) ашшĕнчен пуççапса пиллĕх ыйтать. Ача ашшĕпе амăшĕ пиллеççĕ. Туй çыннисем вара кĕлете туй лартма каяççĕ пурте. Туя кĕлетре пуçлаççĕ, унта та сăра, эрех, яшка-çăкăр пулать. Кĕлетре туй пуçĕ туй çыннисене пахиллет те, мăн-кĕрӳпе пур туй çынни юрла пуçлаççĕ; шăпăрçă шăпăр калать. Кĕлетре виçĕ пар ташлаççĕ, тата нумай урăх юрăсем юрлаççĕ, унтан вара пӳрте кĕрсе туй тăваççĕ. Туй кӳртес текен çын пырса туй пуçне илсе каять хăй патне, туй çыннисем кайран тин каяççĕ урăх килле. Пĕр килĕрен тепĕр килле куçнă чухне, туй пуçĕ хуçа сĕтел çинчен çăкăрпа чăкăт улăштарса илет: вăл çур çăкăр хурса пĕтĕм çăкăр илет; чăкăтне те çапла тăвать. Туй пуçĕ çăкăр тултарма такмак çакса çӳрет, такмак тулсан хуçа килне кайса пушатать. Ялти хурăнташсем патне çӳресе пĕтерсен, хăти патне каяççĕ лаша утланса, ялта çӳренĕ чух та утланса çӳреççĕ. Хăти патне 20—30 çын каяççĕ. Хăта хапхине укçа парса уçтараççĕ, укçасăр уçмаççĕ. Теперь хĕр (невесты) хурăнташĕсем арçын туйне хăйсем патне илсе каяççĕ. Хĕр ашшĕ арçын туйне ăсатать хăй патĕнчен. Арçын туйĕ тухса кайсан, хĕр туйĕ хатĕрленет кайма пĕтĕмпе. Хĕр япалине тиеççĕ, арчине, тумтирĕсене, пурне те тиеççĕ. Арча çине хĕр шăллĕсем ларса каяççĕ. Хĕре леçме нумайăн каяççĕ: 25, 24, 26 çын. Хĕр туйĕ хăта патне пырсан, арçын туйĕ тухать те, хĕр куми тавра виç хут çаврăнать, виççĕмĕш хут çаврăнсан кĕрӳ каччи хĕр кӳмине нухайккипе пит хытă çапать, вара арçын туй кĕрет килне. Хĕр туйне кӳртеччен хӳме витĕр пăшал переççĕ. Чир-чĕр кайтăр, усал кайтăр, теççĕ, вара хĕр туйне хăта кил хапхи уçса кӳртеççĕ. Хĕр кӳми пӳрт умне пырса чарăнать, хĕрĕ кӳме ăшĕнче урисемпе хытă ларкăча тапса ларать. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ. Çавна вĕçерсен, хĕр кӳме ăшĕнчен тухать те, урисене туртакан хĕре çĕрĕ е укçа парать. Хĕр пичĕшĕ хĕре урапа çинчен çĕклесе антарать, кĕру-каччă хĕрпе, хăй арăмпе, ытакласа пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. Пӳртре пăртак туй тăваççĕ те, япаласем кӳртме кĕлете каяççĕ. Хĕр япалисем çинче унăн шăллĕсем лараççĕ. Вĕсене, кĕрӳ-каччи (йыçнăшĕ) укçа парса япаласем çинчен антарать, унсăрăн вĕсем анмаççĕ. Хĕр япалисене хĕр инкĕшĕ хатĕрлесе тăрать, кĕрӳ-каччи кӳртет кĕлете. Кӳртсе пĕтерсен, арăмĕпе иккĕшĕ те кĕреççĕ, унччен унта яшка-çăкăр хатĕрленĕ пулать. Кĕлетрен кăларсан çĕнĕ-çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ. Çаксене туса пĕтерсен, туй пĕтет. Хĕр кӳме килекенсем анчах туй туса çӳреççĕ. Хĕр кӳме килекенсене ăсатсан, туй тăнчă пĕтет. N. Арçын туйĕ, свадебная церемония, совершающаяся с жениховой стороны; хĕр туйĕ — то же с невестиной стороны. Ильмово. Çав пӳртре арçын туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлех пулать. Изамб. Т. Хĕр туйĕпе арçын туйĕ пĕр кун пуçланат. СПВВ. ПВ. Туй тенĕ çĕре тукмак йăваланать, праçник тенĕ çĕре выртан каска хускалнă, тет. (Послов.). Собр. † Туйăн ывăлĕ тункати, хĕр парса та хĕр илмест. Ст. Шаймурз. Çитсен, туя кĕреççĕ (на свадебный пир). N. † Туйра кашта авначчен парне кӳртсе çак-и-ха? Альш. Вĕсем тухса кайтарасшăн мар, тет: ил çураçса туйпа, тет. N. Ыран Иван туй пуçтарат, тет. (Такмак). N. Той патне кĕр, зайти на свадьбу. N. Той варĕнче йăлт-ялт, йăлт-ялт сиксе çӳрет (пляшет). НАК. Туй тесе ывăл авлантарнă чухнехине калаççĕ, шыльăк тесе хĕр панă чухнехине калаççĕ. N. Пит вăйлă туй тăваççĕ. N. Ыран туй тумалла тенĕ чухне лашине сĕлĕ çима пӳлмене кĕртсе янă, тет. Альш. Ача-пăча туя курма каймасăр: туя тукмак йăваннă, тесе калаççĕ, теççĕ. Курм. † Туин, туин, туй анать, пирĕн Ваçли туянать, пирĕн хăнча туянас. Ст. Чек. Кĕрӳ хăй туйĕнче ташласан, арăмне йывăр килет, тет. Ав Шаппук хăй туйĕнче ташларĕ, тет те, арăме çулталăкченех вилчĕ, тесе, сăмах кăларчĕç. Тĕрĕссипе акă мĕнле пулнă. Куртьтян хăй туйăнче акăшсем патĕнче ташлама тытăннă та, акăшĕ пырса: Куртьтян, эй арăмна вĕлересшĕн-и? ан ташла, тĕсе сĕтĕрсе карĕ, тет. Альш. † Туйăм, туйăм, туй иккен, туй илемĕ çак иккен. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумаях ытла пулмасть. N. Вăлă туй туса памари? Ерк. 149. Ахăрттарать яш-кĕрĕм, пуçĕнче туй сĕрĕм. N. Туй хускалать. Начинается свадьба. || Свадебный поезд. Орл. II, 248. Пысăк ялтан пĕчĕк яла туй килет. (Кăвар кăларни). Ала 85. Туй тавăрăнсассăн, темĕн чухлĕ халăх пухăннă, ял-йышсем пухăннă, пурте ĕçсе-çине, савăннă. Ib. 82. Унта ана ĕçтерчĕç, çитерчĕç, тет, унта туй кĕмелле турĕç, тет. Сред. Юм. Туй хапха айне çитсен, кĕрӳ кĕпи çĕлемеççĕ она. (Говорят, если за что-нибудь примутся поздно). Изамб. Т. Танлисна (= Таниле йысна) кинĕ патне Арланкассинчен туй килет, темест-и? Ала 81°. Ваттисем ĕçрĕç, тет, çирĕç, тет, хăççан туйпа килессине каласа хучĕç, тет. Тим-к. Пичĕш панче туй ӳкĕ, шăлнĕ панче çĕр выртĕ. (Пичĕшĕ — кăмаки, шăлнĕ-вучаххи). || М. Сунч. Масар çине çитсессĕн, пытарнă вырăна хĕрессене ватса вут чĕртеççĕ те, йĕри-тавра ларса хыва пуçлаççĕ. Хывнă чухне çапла каласа хываççĕ: пил ту, (ят) ачам, сана асăнса килтĕмĕр, пурăр та пил тăвăр. Ватти-вĕтти, пурăр та (ят) туйне пырăр, пымасăр пĕри те ан юлăр. (Çиччĕш). Чăв. 31. Атя туя! Так зовут покойника на поминки. Ib. Ахаль ташламасăр, юрламасăр тăрсан (на поминках), вилнĕ çынсем ирĕк илеççĕ, тет; вăлсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, тет; çав кама пумилкке тăвакан çынна хĕнеççĕ, тет: санăн туйă çапла-и? Ни юрлакан çук, ни ташлакан çук, тесе. Çавăнтан пĕртте ахаль тăмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ. || Празднество. СПВВ. ФН. Ака туйĕ — тырпул праçникĕ. См. ака туй. || В перен. знач. Туперккульос З2. Чăваш çынни театтăра та юратать, анчах ăна вăл туй е камит тет. Альш. Вăл (коновал) кунталла киле-киле каят: ĕçне тăват та, ĕçсе, ӳсĕрĕлсе туй туса каят. || „Собачья свадьба“. Курм. Йытă туйĕ. Орау. Йытă таçта çухалчĕ-ха, туя кайнă курнать. || Узел. Шигали. Чĕр туй, живой узел; вил туй, мертвый узел.

турпас

торпас (турбас, торбас), щепка. N. † Турпас пек урпинчен турăх пек сăра турăм. Вил-йăли. Тупăкăн турпасĕсене пурне те пуçтарса, виççĕмĕш кун ирттерме сăра тунă, тет. Янш.-Норв. Акнă тырăсенĕн хăмăлне хăмăш пек пар, пуçне турпас пек пар. (Моленье в „çăмăр чукĕ“). ЧС. Кăнтăрлапа вара ик çуна кӳлчĕç те, пĕрин çине атте тупăкне лартрĕç, теприн çине турпас тиерĕç. Вилнĕ çын, шăнсассăн, çав турпаспа вут хурса ăшăнать, теççĕ. (Турпасне çыран хĕрне тăкаççĕ). Якейк. Окçая торпас пак тытать. Орау. Юмана аçа çапнă та, пĕтĕмпе турпас пек туса аркатса янă. Трхбл. Каят, каят — çул çук; касат, касат — турпас çук. (Кимĕпе ишни). Ib. Турпас укçи турпаспах каят (т. е. быстро расходится).

тăнăш

(ты̆ны̆ш), понимать. См. тăн. Янш.-Норв. Эпĕр мĕн пĕлетпĕр? Пĕр сăмахне те тăнăшаймастпăр. Что мы знаем? Мы ни одного слова не понимаем. Ачач 23. Пысăкланарахпа тин Тимуш ĕç епле пулнине тăнăшса çите пуçланă. Ib. 27. Тимуш ĕнтĕ виççĕмĕш çул вĕренет. Вырăсла çырнине аванах тăнăшать. || Слушаться. Хорачка. Эп каларăм та, эс ман халапа тăнăшмарăн.

тăрнтăрликле

назв. игры. Çĕн-Кипек. Тăрнтăрликле выляс тиекенсем пĕр патак çинче шăпа яраççĕ. Çав шăпа йĕркипе вара черетĕн-черетĕн выляççĕ. Вăййине ак çапла выляççĕ: черет йĕркипе первай пĕр ачи тухать те, тăрнтăрлик патаккнне: тăрнтăрлик чаках тăрн, тесе, çӳлелле ута-ута ярать. Вăл пеннпе тăрнтăрлик çĕре пĕре те лап ӳкмесĕр, çĕр çине миçе тăрнса ларать, лешсем çавăн чул пĕр туя çине картса хураççĕ. Унтан черетпе тепри тухать. Çавăн пек черетпе пурте выляса пĕтиччен выляççĕ. Тата перваях кашни миçе тăрнтармаллине калаçса хураççĕ. Юлашкинчен кам миçе тăрнтарнине шутлаççĕ. Кам сахал тăрнтарнă, çавна ак мĕн тума хушаççĕ: çĕре пĕр пĕчик патака, така хурань тесе, çапса кӳртеççĕ те, шăлпа туртса кăларма хушаççĕ. Шăлпа çав патака туртса кăларсан, вăл витрех çав патакпа аяккалла вĕçет. Ун хыççăн ыттисем те. Хытă чупса пынă чухне вăл çав патака утса ярса хăварать. Ун хыççăн чупса пыракансем вара çав патака шырамах тапратаççĕ. Шыраса тупсан, каяллах исе пырса, тата аяларах çапса яраççĕ. Вăл каяллах туртса кăларать те, каяллах çампек кайса çухатать. Каяллах çухатимасан, татах (виççĕмĕш хутчен) йăвăртарах туса параççĕ. Çапла вара вăййн пĕтет.

хай

упомянутый; тот, о ком (о чем) уже говорилось. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан хай йăва сĕм вăрмана çитсе кĕчĕ. КАЯ. Виççĕмĕш кунче атте хай хĕре, пĕр пар лаша кӳлсе, леçме кайрĕ. Ст. Чек. Хай, хайхи, самый, тот самый. N. Хай пирĕн стрилук пычĕ те, пăшал аврипе çывракан çынсене чыша пуçларĕ. Бес. чув. 23. Акă ĕнтĕ сана хай таса вĕрентни, таса сăмах. N. Хай каç пулсан, эпир çăкăрпа картахви хатĕрлерĕмĕр те, вăлтасем илсе Сĕве хĕррине утрăмăр. ЧС. Тытма юрасан хай кашкăр çурисене тытса пынăшăн укçа параççĕ, теççĕ; çавăн пек пире те укçа памĕ-и мушть, теççĕ. N. Эпĕ, хай, ĕмĕрте упа курманскер, çывăхне те пыма хăраса тăратăп.

хут

раз. Кан. Виççĕ çурă хут ытларах. Янтик. Пирвайхи хут эпĕ çварнире карăм, иккĕмĕш хут хрен эрнинче карăм. А.-п. й. 15. Питех те вăйлă япала-им вăл апла? — тесе ыйтать йытти, кашкăр çинчен пĕрремĕш хут (первый раз, впервые) илтекенскер. Орау. Иккĕ кайса ик хутчен те чей ĕçрĕм (оба раза). Чув. кален. 1911. Апата кунне виç-тăватă хутчен парас пулать. Орау. Эп ун патне виçшер хут кайăп (буду ходить по З раза), Якейк. Виç хут сан пата килтĕм, итто сана коримарăм. Кн. для чт. 102. Пăртак ларсан, тарăн юр çинче пĕр-ик хут малалла сикнĕ те, каллах кайри урисем çине ларса ун-кун пăхма пуçланă. Ой-к. А мĕн çĕр хут каласси пур ăна? Эпĕ сана тахçанах пĕрре каланă вĕт, терĕ, тет, старик. Зачем же повторять это сто раз? — сказал старик,— ведь я уже говорил тебе однажды об этом раньше. А.-п. й. 35. Тăрна тата тепĕр хут ыйтать: Тилĕ тус, сан ăсу миçе, манăн пĕрре те юлмарĕ ĕнтĕ?–тет. Ib. 81. Виççĕмĕш хут каять. Ib. Пăрçине ку хутра та тăм илсе каять. Регули 1044. Пĕрер хут анчах текен. Ib. Икшер хут килтĕмĕр сан пата. N. Пĕр конта темиçе хут килет. Завражн. Пĕрре килсе кайсан, тепĕр Хут часах килчи? Баран. 105. Шăнкăрчă çу каçиччен икĕ хут чĕпĕ кăларать. Иккĕмĕш хутне кăларсан, ватă шăнкăрчисем çамрăккисене пухса кĕтĕвĕпе вĕçсе çӳреççĕ. КВИ. Вилнисене юрăпа шăтăк ăшне антарчĕç. Ĕречĕпе вырттарса виççĕ ӳксе пуççапрĕç, ури çине тăчĕç те виçĕ хутчен пуç тайрĕç. || Шурăм-п. Пирĕн пĕр хут çине аксан та, ик хут çине аксан та пĕр пекех пулать, теççĕ. Ib. Нăрваш енелле пĕр хут çине çеç акнăран акана пĕтере пыраççĕ. Сред. Юм. Хытти хутне тумалла. Нужно вспахать землю, лежавшую под паром, в первый раз. Баран. 100. Пĕлсе ĕçлекен хуçа малтанхи хутне кĕркунне сухаласа хăварать. N. Пĕр хутпа та пулин акса хăварăр. || Изамб. Т. Чӳречесем пĕчĕккĕрех те, тăватта-пиллĕкрен ытла пулмасть. Усем те пĕр хут кăна пулаççĕ. Орау. Сĕтне ик хут чӳрече хушшине лартнă. Поставили молоко на окно, между двух рам. Ib. Хĕлле эпĕр сĕте шалти хут чӳрече хушшине лартатпăр. Ала 6°. Çичĕ хут тимĕр алăк. || N. Арçынсем пĕр хут кĕпепех урапа çине кĕлте тияса киле турттарса каяççĕ. Изамб. Т. Чăвашсем çула кайнă чухне темиçе хут тăхăнаççĕ. Ст. Айб. Пĕчиккĕç пукане пур, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Виç хутăн явнă шăрçаланса тăракан кантăра. N. Хитон — вăл çавнăллă кĕпе пек, пĕр хутăн та, икĕ хутăн та тăхăнма юракан тумтир. Регули 1045. Ик хучĕпех тăхăнса кайрĕ вăл, кĕрĕк-сăхманĕпех. Якейк. Эп паян сивĕрен виç хут кĕпе тăхăнтăм. || Этаж. Панклеи. Çӳлти хут, вăталăх хут, аялти хут. N. 6 хут тăринче пурнатпăр. Кан. Виççĕмĕш хута шыв хăпартать. || Слой. Орау. Чĕлхен пĕр хут тирĕ сĕвĕнчĕ юлчĕ. || Складки. N. Виç хут аркăллă шур кĕпе. || Выçăхакансем: Ламппă пулсан, çутчăрччĕç пĕр хутчен. Халапсем 31. Карчăкĕ те кăна шеллесе: пĕр хут кĕр эппин, тет (ну ладно, переночуй что ли). N. Апла халăх хĕн курнине куриччен, вăрçăра вилер пĕрех хут, тесе çырнă леш салтакĕ. || Помощь. N. Вĕренме ан пăрах. Итак халĕ алă хутне пынă пек те, çапах та ăна пăхас пулмас, ӳссен пит кирлĕ япала.

кустар

костар (-тар), понуд. ф. от гл. кус, кос, катить, катать, скатить, скатывать; покатить; прикатить; пускать вскачь. N. Урай тăрăх пĕр ывçă пăрçа кустарса ятăм. Альш. † Сар ачанăн карттусне кукăр-макăр кустартăм. Богдашк. † Кĕленче çăмарта кустартăм, Чулхулана çитертĕм (докатила). || Орау. Таканапа пăрçа кустартăмăр та, пăрçа ăшалаççĕ-ха халь (жарят). Юрк. Çăкăр пĕçернĕ хыççăн пысăк кăмакана паранкăсем кустараççĕ (бросают). Пиçсен, ăна тăвар сапса çăкăрпа çиеççĕ. || Юрк. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса (катая, рассучивая) çӳп-çӳхе тăваççĕ. N. Йĕтĕрпе тăла кустараççĕ (катают). N. çăмха кустар. Беляева. Ут (у др. утă) кустар (скатывают сено в валы). N. Урапине кустарсан, вĕçет. N. Çол орлă костарса лартса (дорогу замело снегом). N. Хальхинче вырăс пупа тата чăнкăрах çĕртен (с еще более крутого места) кустарса антарса панă (скатил). Якейк. Сасартăк хватлă çил тоххĕр те, çынсене лаши-орапи-мĕнĕпех, кăстăрмач пак костарса, çавăрса исе карĕ. || О быстрой езде. Макка 189. Унтан вара, вилнĕ çыннине пытарсан, пит хытă кустарса таврăнаççĕ (во весь опор). Истор. 112. Ăна хирĕç юланутпа кустарса кайнă (покатили верхом). Ст. Чек. Çын килелле кайсанах, вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса, кустарса çӳренĕ, тет. N. Эпир пит хытă кустарса килтĕмĕр (выртмаран). Бел. Гора. † Вылятрăмăр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр (лошадей). N. Унччен те пулман (вдруг), Иван шăнкăравпа пачăшкă умне кустарса пынă. Толст. Ачасем çавăрăнса пăхнă та, кустарса пыракан кайăкçа (охотника) курнă. Ib. Тутарсем те ăна курнă та, ун патнелле кустара пуçланă. Б. Яныши. Пусăкраххисем учĕсене тытрĕç те, килелле кустара пуçларăмăр. БАБ. Ăçта каяссине хамăр та пĕлместпĕр терĕçĕ, тет те, пурте, павуска ăшне ларса, кустара пачĕçĕ, тет. || Быстро жать хлеб? Якейк. Ку пĕчĕк аная костарса анчах кайăпăр вăт. Ib. Тырри шуламлă та, костарса анчах карăмăр. || Выкладывать чем, vestire. М. Тув. † Пирĕн Тумккă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. Н. Лебеж. † Виççĕмĕш вĕретĕм сăрине, хĕрĕх хăлаç нӳхрепне, ăшне шăвăç кустарнă, пичĕкесĕр янă, тет. N. † Вырăсла та çӳçме эп кастартăм, йĕри-тавра ука кустартăм. N. † Йĕс турапа пусса турарăм, çинчен шăрчăк ук(а)сем кустартăм. Янтик. Чăпăрккана малтан ик кантраран яваççĕ, унтан вара ун çинчен тата тепĕр кантра явса пыраççĕ; çав виççĕмĕш кантрана явнине „кустарса явас" теççĕ. || Выпроводить. КАЯ. Унтан мана хуралăç, ват мучи, хултан тытса: мĕлле çак Макçăм ывăль-хĕр кирек ăçта çитнĕ, унта çапкаланса çӳреç-ши! Халь урнă йăтă Тюмине тулланă, тет-ха, тата туллаттарас килет-и-мĕн кĕсен? тесе, кустарса ячĕ (выпроводил). || Scortari. Альш. Кустарат вăл ( = чупат). Она распутничает. || Случать. Янтик. Иван кĕсрине кустарма (чуптарма) кайнă. Ст. Чек. Кустарнă. Случили (корову и пр.) || Соблазнить. Абыз. † Астартăм та кустартăм, кусар вĕçне хыптартăм. Байгул. † Илĕртрĕмĕр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр. || Поддакивать. Собр. Усал çынпа хăй урапи çине ларса кустарас пулат (надо гладить по шерсти. КС.), теççĕ. (Послов.). СПВВ. ИФ. Кустарас — илĕртсе вăл калаçнă майпа калаçса пырас. N. Тĕрĕс, тĕрĕс, Кĕркури хăта, лайăх йĕркепе пăхса ӳстернĕ ачасем нихçан та ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухса çӳремĕçĕ, ашшĕ-амăшне вĕсем темĕн тĕрлĕ асла хурса пурăнĕçĕ, тесе, Кĕркури майĕ кустарса пынă хăнисем (поддакивали). || О мятели Сятра. Çол орлă костарса лартса. Дорогу замело. Ib. Çол орлă (или: çола) шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Дорогу замело, и дороги нет. || Пускать (лошадь) в галоп. Цив.

куç

(кус'), передвинуться, переселиться, переходить с места на место, переместиться. Юрк. Чĕмпĕртен кайнăранпа виççĕмĕш вырăна (должность) куçрăм. Ib. † Укçи мĕн тарăн пулсассăн, курки куçса пырат-çке. Ib. † Эпир чĕнсен, хăр (= хăвăр) пытăр, шурă çăмарта пек куçайса (надо: кусайса?). Ск. и пред. 37. Мăн шыв хумĕсем кулса куçаççĕ, симĕс курăкпа пăшăлтатаççĕ. Çутт. 53. Кĕркунне пулсан, стантсă пасарне тырă, пахча çимĕç, утă-улăм куçать (привозятся во множестве). Пролей Каша. Чĕри куçнă. Сердце сдвинулось с места (от испуга; дело окончилось смертью). N. † Çӳлте çăлтăр миçе-ши? пăхмассерен куçмасть-ши? Орау. Пăр ку енне куçса килнĕ. Лед прибило к этому берегу. Ib. Кимĕ çинче иккĕн пĕр-пĕрин вырăнне куçса ларма (пересаживаться) тытăннă та, кимми темĕскерле ӳпеленсе кайса, кăсем шыва кайнă. Ib. Тепĕр вакун çине куçса лармалла илтĕм. Я взял билет с пересадкой на другой вагон. Ib. Халăх куçса çӳрет (снуют). Сред. Юм. Ачипчи-мĕнĕпех куçса килнĕ. Приехал (или пришел) со всеми детьми. Календ. 1907. Çĕнĕ çĕре куçнин чи хĕрӳ вăхăтĕнче те, халăх Çĕпĕре чи вăйлă куçнă вăхăтра (1895 çулта) çулсерен 200 пин çынтан ытла куçман. Ал. цв., 5. Ăна хăй умĕнчи йывăçсем куçса ларнă пек, çăра йывăç тĕмĕсем уçăлса тăнă пек туйăнса пырать. Альш. Элшел куçат вара Пукрава («ярмăнккана каяс» тессине «Пукрава каяс» теççĕ, çаплах). N. Çар шутсăр куçат, нимĕн майĕ çук. || Развалиться, сползать. Тюрл. Вăт шаршăнĕ куçса кайрĕ (развалилась). N. Çĕр чĕтĕренипе нумай çуртсем куçса пĕтнĕ. КС. Çĕр куçса анать (сползает). Альш. Вăл карта (ограда) çĕрсе, куçса пĕтнĕ. Кан. Çыран куçса хăпарнă вырăнта пылчăка ларасран кĕпер тума тытăннăччĕ. || Наполняться водой? Юрк. Варсем куçа пуçларĕç.

кăмрăк яни

(-νиы), назв. гаданья. Сред. Юм. Кăмрăк яни. Çĕнçол çĕрĕ (в ночь на новый год) чашăк çине шыв яраççĕ те, пĕр енчен тенкĕ, тепĕр енне çăкăр, виççĕмĕш енне кăмрăк, тăваттăмĕшне тăвар хôраççĕ. Шыв çине кăмрăк татки яряççĕ те, шывне пôлхатса яраççĕ. Вара çав кăмрăк тенкĕ тĕлне ларсан, пуян поласса пĕлтерет, тет; çăкăр тĕлне, ларсан, тыр пôл пит акса тăвассине; тăвар тĕлне пôлсан, хăйне хăй (так себе) пôрнасса; кăмрăк тĕлне ларсан, куйланса пôрнасса пĕлтерет, тет.

тренлĕ

имеющий лемех. О земледелии. Акас умĕн хире виççĕмĕш хут сухалама килсен, темиçе тренлĕ плуксемпе тарăн кастарса сухалас пулать.

чыс

почет, уважение, честь, слава. Шел. II. 52. Хăшĕ пысăк чыс курать, хăшĕ пулать çын кулли. Истор. Эсĕ мана вăрттăн Ярополка тытса пар, эпĕ çавăншăн сана ĕмĕр чысра усрăп, тенĕ. Чăвашсем 10. Анчах эпир хамăр сан чысна пĕлейместпĕр (не умеем тебя достаточно уважить). Собр. Эсирех те ватă, эпир çамрăк, сире пуççапмасан чыс пулмĕ. Образцы З5. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чыс парĕç. Ib. З2. † Пире тăван кĕтет хай чыспала. || Вежливость. || Хороший прием. Кĕвĕсем. Çак тăвансем килсессĕн чыс пара пĕлмесĕрех ăсатрăм. Баран. 19. Тусăм, сана чыс кăтартам. Ала 14. Ах хăнаçăм тантăшăм, пирĕн чыса ан çухат! Пирĕн чыса çухатсан, хăвăн чысă çухалĕ. (Хĕр сăри). || Угощение. Такмак З. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чыс хатĕрлет. Образцы 61. † Ай-хай пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. Собр. Пӳртĕрсем шурă, саккăр сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ. И пушă та юлмĕ, мĕн те юлмĕ, сĕтеллĕрсем тулли чыс юлĕ. N. Чейне те ĕçтерет, чысне те лартать. Бур. Ял çине тухсан ятăр пысăк, килĕре килсессĕн чысăр пысăк. Туй. Туй евчĕ патĕнче чух евчĕ хĕр ашшĕсем патне пырать те калать: сирĕн чыс çитри? умăра пурте тулли пулчи? тет. Леш калать: мана хăтаран чыс çитрĕ, тет. || Пирушка. Туй. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăркки пулнă (у него). Такмак 2. Унăн иккĕмĕш чыса хатĕрленĕ пилĕк çулхи хура така пулнă. || Сред. Юм. Таса мар алпа тытса ĕçме-çименне чысне яраççĕ.

чĕрĕк

четверть, четвертая часть целого. N. Чĕрĕк гектар, 1/4, гектара. N. Чĕрĕк, четверть фунта. ÇБ. Вырăс чĕлхине вĕрентĕкен Амвросьев, Андреев, Михайлова юлташсен ученикĕсем иккĕмĕш чĕрĕк вĕçĕнче ирттернĕ çыру ĕçĕсене пурте е отлично, е лайăх çырнă. ЧК. Акă хальхи программăсем тăрах 7-мĕш классенче чăваш чĕлхипе хутлă предложенисене пĕрремĕш чĕрĕкре вĕрентмелле. Çав разделах вырăс чĕлхипе виççĕмĕш чĕрĕкре кăна вĕрентме тытăнмалла.

шав

подр. шуму. ЧП. Шав-шав (шум воды и пр.). Ib. Шав-шав çăмăр çăват. Ib. Шав-шав вăрман, шав вăрман, шав вăрманра шав икел, татрăм-илтĕм пĕр икел. КВИ. Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман, мĕншĕн хытă шав шавлан? Альш. Иртеех те шав-шав, каç та шав-шав, яланах та хамăр тăван патĕнче (шум пира?). Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ир те шав-шав, каç та шав-шав, ялан пуян ĕçки — çикинче. Ст. Ганьк. Шав-шав хăмăш, шав хăмăш, çиллĕ кун та шавлатăн, çилсĕр кун та шавлатăн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕншĕн шавлать çав халăх? Суя çинчен те шавларĕ. Чăнĕпеле шавламан, суя çинчен шавларĕç. (Хĕр йĕрри). Ск. и пред. чув. 8. Вăрçă шав-шав кĕрлет, таврашри çĕр кисренет. Хурамал. Шав туса тăраççĕ (шумят). || Подр. выплескиванию полного ведра. СТИК. Шыва шав! тăкрĕç. || Подр. громкому разговору, смеху. Турх. Хăйсем шав-шав калаçса пĕр-пĕринпе кулаççĕ. ЧС. Çавăнта пăхса тăракан çынсем пурте шав кулса ячĕç. N. Çӳрекелерĕç, çӳрекелерĕç, тутар вăрттăн ура хучĕ те, чăваша ӳкерчĕ. Хай тутарсем савăннипе шав тăва пуçларĕç. || Шум, гул. Сам. 74. Сĕм вăрманăн мăн шавне тăвланмасăр хăварчĕ. Калашник. Ib. Çил-тăвăл шавĕнче канлĕх пур пек, тăвăл вăл ыйтать. N. Пĕр самантра утаман шава чарса шăпланать. Кан. 1929, № 154. Ĕç шавĕ хăлхана çурать (на заводе). Пир. ял 1929, № 49. 26 пуш четвĕрт (из-под водки) урнă халăх шавĕпе янтраса выртаççĕ (во время выпивки). || Шумный. Т. VI, 22. Çеçен хирте çавра кӳл, çавра кӳлте шав хăмăш; шав хăмăш епле шавласа ларать, çавăн пек шавласа тухса кайтăр. (Куç чĕлхи). || Постоянно, всегда, все время, бесперерывно. О сохр. здор. Темĕн пек çăмăл ĕç тунă чухне те пирĕн ӳтрен шавах япаласем тухаççĕ. Ск. и пред. чув. 39. Ĕçсенче вăрçу-ятлаçу шавах хальхи пек ун чухне нумайччĕ-и? Календ. 1910. Пирĕн пурăнăçра пĕр çул та пушă иртмест, шавах епле те пулсан çĕнĕ япала тупаççĕ. О Японии. Çил сасартăк вĕрет те, чечексем çӳлтен йывăçсем çинчен аяла çынсем çине шав тăкăнса анаççĕ. Сред. Юм. Шав çапла — пĕрмай çапла, все время так. Ст. Чек. Шав = тек. Ib. Шав çавна калаçать, постоянно. N. Ырашсем аван пулĕ, шав çумăр çурĕ. Истор. Вăл малтан шав ача чухнехи пек, çарпа, карапсемпе аппаланнă. Сборн. по мед. Урайне, пӳрт пĕренисене, маччине, тĕп-сакайне шав шăлах, çăвах тăрас пулать. Н. Тим. Хĕлле шав пас тытсан, çăвла шав сылăм пулать. Кан. Çав йăлана вăл халĕ те пăрахмасть. Ăна шавах сахал, çитмест. N. Тĕлĕкĕнче те шав ун çинчен тĕлленнĕ вăл. Утăм. Ыранах яла эс каян — чăваш та шав пулмĕ тăлăхра. Собр. Пăр тивнĕ ыраша аксассăн, çичĕ çулччен шав ыраша мĕн те пулин пулать, тет. || Только, исключительно. Юрк. Савса турăм савнă туса шав çичĕ ют çинчен суйласа. Бугульм. Вуникĕ çула çитсен тус турăм шав çичĕ ют çинчен суйласа. Такмак. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăрăкки пулнă, виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатланса вĕçсе çӳренĕ. N. Çул çинче шав чул кăна. || Совершенно, совсем. Турх. Шав тăлăха юлтăм-çке! Пуçа ăçта хурас-ши? Истор. Владимир шав аслăлана пуçланă. ППТ. Кăна та вара пуçлаччен каллех шав тенкĕсем тухаççĕ. (Сĕрен). || Сплошь. N. Вара шав шыран. Юрк. Вĕлли пулчĕ шав карас. СПВВ. Шав вĕрман, сплошь леса. Ib. Шав çапла. || Всё. Утăм № 4. Пире çиме кӳрекен шав (всё) курăнмасть. БАБ. Туртса кăларат (деревья), тет те, шав çырмана тултарат, тет. Базл. Шав = мĕн пурĕ. Ib. Ĕçе шав туса пĕтернĕ. Ib. Хăваран шав тухса кайрĕç (никам та юлмарĕ).

шăнкăртаттар

понуд. ф. от шăнкăртат.; звонко звенеть, журчать. Шибач. Шу шăнкартаттарса йохать. Н. Яха-к. Чӳрече патне пырса хăнкравпа шăнкăртаттарса: пумилкене пырăр! тесе кăшкăрать. N. Унччен те пулмарĕ, хай виççĕмĕш тапхăрти шăнкăрава шăнкăртаттарса илсен... Тогаево. Çав тӳркĕлли çорçĕр çитсен вара тенкĕсем çакса ярса, шăнкăрт! шăнкăрт! шăнкăртаттарса орам тăрăшпе анчах çӳренĕ, тет.

никĕс укçи

монета, которую кладут на третий венец (виççĕмĕш пĕрене çине) в честь какого-то бога (турăш лартакан кĕтессе). Ст. Чек.

паян

сегодня. БАБ. Паян суйнине ыран никам та ĕненмест. N. Паян шкул тавралла çавăрнтăм та, виççĕмĕш класра пĕр чӳрече куçне çĕмĕрнĕ. Çĕнтерчĕ 9. Паянах мĕн çитерем-ши сире? Ib. 24. Паян тĕртĕрпех (т. е. с беготней и шалостью). Лăпланăр-ха ĕнтĕ пурте. Сред. Юм. Паян çăмăр полать пôлмалла. Наверное, сегодня будет дождь. Ib. Паян кôн пит шар. Сегодня день очень жаркий. Орау. Паянах парăп. Возвращу (тебе) сегодня же. Ib. Тăратни паян эс, тăмастни? Встанешь ты сегодня или нет. («Сегодня» здесь в особом гиперболическом значении). Ib. Эпĕ паян пуль, тесе, çӳрерĕм. Я думал, что нынче. Ib. Паян çăмăр çăвасла пек туйăнмасть те, мĕнле пулĕ. Ib. Паян çăмăр çăвас пек туйăнмасть те, тем тăвас: ашăм те сарас, те сарас мар. Ib. Çăмăр çăвассăнах туйăнмасть-ха паян, авăн сарсан та юрĕ. Якейк. Паян çăмăр тĕпсĕр çурĕ (очень много). Ау 61°. Паян кайрăм, ĕнер килтĕм, турăхпа çăкăр çисе килтĕм. (Конец сказки). Регули 375. Манăн паян онта полас полать. . Ib. 456. Эсĕр паян каймастăр полĕ. Ib. 413. Паян лапра полĕ кайма. N. Кунта çанталăк ĕнерпе паян пĕлĕтлĕ тăчĕ-ха. N. Кăвас чĕресси, çĕпре пулмасан, эпир паян е выçă ларăттăмăр. Ib. Паян пирĕн ялта пичĕшпе шăллĕ тӳпелешрĕç.

пилĕк

(пил'эк'), поясница, талия. N. Вăсам мана пилĕк таран çĕре авăтса кӳртсе лартрĕç. N. Унтан тĕпĕр кунне виççĕмĕш ывăлĕ каять, тет, вăл вара пилĕк таран çитерет, тет (где трава по пояс). Юрк. † Аллисенче перчетке, пилĕк çумĕнче нухайкка. Ib. † Пилĕк тытса ташланă чух, икĕ каччă курĕç-ши? Икĕ каччă курсассăн, кăчăк туртса илĕç-ши? и пр. Ib. Пилĕк таран пĕшкĕнсе тăраççĕ. N. Пур çĕрте те пилĕкне тăсмасăр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Сред. Юм. Тыр вырнă чохне, апат çисен, пилĕк тăсас тесе, пăртак выртса çывраççĕ. Шорк. Пилĕк чăсас, отдохнуть и закусить (во время жатвы к вечеру). Б. Яныши. Эпĕ йăпăр-япăр чупса кайрăм та, пилĕк таран çĕртен чупса пуртăм. Сёт-к. Хăрах аллине пилĕке тытнă, хăрах тотине чăснă, çăварне карнă (молочник). Якейк. Ачасам, пилĕк кантарма лармала та поль! (Каçхи апат çима ларнă чох мăн çынсенчен пĕри калать). Ib. Ах, пилĕк касать-çке! (Боль до родов у женщин). . Арăмсен ача тăвас умĕн пилĕк каса пуçлать. Ib. Арçынсен пилĕк ыратсан, кулса: сан пилĕк касать-и мĕн, теççĕ. Ib. Пилĕкне чĕн-пыççи çыхса пыр (опояшься). N. Пилĕк тытни, схватки у беременных. N. Пилĕк тытать, пилĕк касать (кас касать, тăтăш касмас). Пазух. Кăçал илнĕ çĕнĕ-çын, тырă вырма тăрсассăн: çурла касмасть, теминччĕ, пилĕке тытса тăминчĕ. N. † Хамăр ялин ачисем хут çыракан тиек пек, пилĕке тытса çӳреççĕ (подбоченившись). Альш. Пилĕкĕсене тытса тăрать, стоит фертом. Ib. Пилĕк тытат (потуги у женщин). Тайба-Т. Пире çырнă çын хĕрĕ пилĕк çинçе, куç хура. ЧП. Пилĕкĕ çинçе пултăр, тет. Ib. Çинçе те пилĕкçĕм... Альш. Йинкĕшĕ калат: пилĕкĕм питĕ, питĕм шурă, шывран тăрă., çипрен çинçе; питме намăс кӳрес çук. Ачач 5. Пилĕкне унне хытăран та хытă касма тапратать. Н. Лебеж. † Пилĕк килĕ Çирĕклĕ, пилĕкĕсене тытса юлчĕç. С. Тим. † Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи кирлĕччĕ. N. Пилĕк таран тайăлса йăлăнни. Собр. Туман тиха пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Туман тиханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Хăшĕ пилĕк çумне хĕстереççĕ, хăшĕ хулпуççи урлă çакаççĕ. БАБ. Пилĕкне хытă çых, ăсна хытă тыт. (Ку сăмаха хĕрсене калаççĕ). Альш. Пилĕке арçынсем пысăклăх (пиçиххи, кушак) çыхаççĕ. Урож. год. Пилĕкне хытă çыхать, ăсне тирпейлĕ тытать. Калашн. 8. Ак хаяр çилĕлĕ патшана çапла пилĕкрен пуççапса Кирипей калать. N. Пилĕкрен тарăн юр çинчен кайрăмăр. || Каша. † Купăсăр çийĕ сарă иккен, пилĕкĕ тĕлĕ хура иккен. || Перешеек. Орау. Атăл çинче ик утă (остров) пĕр-пĕринпе пĕр шурлă çинче пилĕкпе пĕрлешсе тăраççĕ (оба острова соединены узким болотистым перешейком). || Участок земли. Мункачи 42.

пин

(пин'), тысяча. Ск. и пред. 107. Шыв пин те пĕр ункăлă пулать каять вĕресе. N. Пин те сакăрçĕр тăхăрвунă виççĕ. Тысяча восемьсот девяносто три; пин те сакăрçĕр тăхăрвун виççĕмĕш, тысяча восемьсот девяносто третий. Юрк. Пин те пĕр, 1001. Шел. 5. Пин те тăхăрçĕр çирĕм пилĕкре, ака уйăхĕн çирĕм пĕрĕнче. Собр. Пин, пин майрин пин саплăк, çĕрпӳ майрин çĕр саплăк. (Купăста). Зап. ВНО. Пин сăмах çитнĕ. (Поговорка). Якейк. † Çĕрри таран çĕр тенкĕ, пинни таран пин тенкĕ, пин тенкĕлĕх улăмран епле уйăрлса каям-ши. (Эту песню пела имевшая сына вдова, когда она вышла замуж вторично). Ст. Шаймурз. † Çаврака куркан тĕпĕ ылттăн, пирĕн савни пин ылттăн. Янтик. Пĕр çын тунине пин çын тытать. (Алăк тытхи). Рак. Пин-пин пичче пин халăха култарать; хурама хуппи хултăрчă хура халăха култарат. (Сăрнайпа купăс). Чăв. й. пур. 13°. Ашшĕне-амăшне йĕртекен пархатар курмас: ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать; пиллемесен, кĕл пулать. Курм. Пине çиттĕр (о разговоре). Менча Ч. Савса панине савса ил, пĕртен пине çитер. (Моленье). Хора-к. Пĕр кона йолнă ĕç пин кона йолнă, тет. (Послов.). Ау 336°. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, сирĕн пĕр сăмахăр пин ылттăн. Янорс. Эпĕ çоралнă пин те сакăрçĕр тăхăрвун çулта. Сред. Юм. Эсĕ мана хуса çитесси пин те пичĕк çол. (Говорят дети, когда хотят показать, что никогда его другой не догонит). Н. Яха-к. Пĕр турамран пĕр пине çиттĕр, çаккăнпа ĕçсе çисе кайăр, выляса, ташласа кайăр, теççĕ (во время поминок на кладбище накануне семика). Т. II. Загадки. Пинĕн пин шăтăк, пирĕн Микулайăн пĕр шăтăк. (Пӳрнеске). Якейк. † Хора лаша çол тытать (опытная лошадь), пирĕн ати пин тытать. Ерк. 50. Атăл шывĕ ким çăтать, пирĕн атте пин тытать.

пурĕ

весь; всего. N. Пурĕ е 35, е 40 ачаран ытла пуçтарăнмасть. Истор. Вĕсем пурĕ вун пĕр княç пĕрле пулса Киеве кайнă. Чем люди живы. Каласан, Михала мĕншĕн санран ку тĕрлĕ çутă килет-ши, мĕншĕн тата эсĕ пурĕ виçĕ хутчен култăн? Ачач 52. Кунашкал пухура Тимуш пурĕ виççĕмĕш хут пулать ĕнтĕ.

шултăра кĕрпе алакан ала айĕнчи вулак

quaedarn pars K, какая-то часть (отверстие) К. П. И. Орлов. Ку шăтăкран (65б) пĕр ала виттĕр тухнă кĕрпе варĕнчи çил çул çине (65) анать. Кĕрпе, йăвăртарахскер, аялалла анать те, виççĕмĕш лара (73) тухать; çӳппи-çаппи çилпе вĕçсе тухса каять, кĕрпи вĕçсе тухать пулсанах, саппас ырçана анать те, каллех пĕрĕмĕш лара (71) анать.

вĕт кĕрпе шăтăкĕ

(-к’) foramen cribri, per quod effunduntur gram (кĕрпе) in minutiores particulas diffrata (К). П. И. Орлов. Ку шăтăкран шултăра ала виттĕр, вăтам ала виттĕр тухнă кĕрпе пĕрчисем анса каяççĕ. Ib. Вĕт кĕрпе ала виттĕр анни, алан кайри вĕт кĕрпе шăтăкне анса ешчĕк (кĕрпе арxи) ăшне виççĕмĕш çил çул çине анать. Çилĕ вĕрет те, хывăхне-масарне, тусанне-пăcанне виттĕрех исе тухса каять; кĕрпи, йăвăртарахскер, çил çулĕпе кăшт çӳлелле каять те, каялла аялалла анса, вулак тăрăх (69) анса, иккĕмĕш лара (71) юхса тухать. Хывахĕ кайри çил чӳречинчен тухса каять. Темле çил вăйлипе кĕрпе-мĕн вĕçсе тухсан, сая ан кайтăр, тесе, тепĕр саппас лар туса хунă; кĕрпе, тухсанах, çанта (80) ӳкет те, калле пĕрĕмĕш лара (71) кĕрсе ӳкет. Унта анса пухăннă таса мар кĕрпене, кĕрпи авăрса пĕтерехпе, тепĕр хут кĕрпе али çине ярса алаттараççĕ; ун чухне кара çилне çил алăкне хупса вăйсăрлатаççĕ.

пăрахтар

понуд. ф. от гл. пăрах, заставить бросить. Байг. Анчах икĕ çул вĕренсен, виççĕмĕш çулне мана пăрахтарчĕç. Ачач 87. Хăш числара пăрахтарнăччĕ-ха пире вĕрентмешкĕн? || Отучить. Ала 1°. Вĕсене вара хурăнташĕсем ятласа пăрахтарнă (заставили бросить татарские привычки). Юрк. Пурне те эрех ĕçме пăрахтарăттăм, тесе каларĕ, тет.

аяк

(аjак), latus; pars; ripa; paries, бок; сторона, берег; стена. КС. Манăн аяк ыратать. У меня болит бок. Ib. Манăн аяк чикет. У меня колотье в боку. Изамб. Т. Кайсан-кайсан, эпир çул аяккинелле пăрăнакан (лучше: пăрăннă) икĕ лаша йĕре куртăмăр. Проехав некоторое расстояние, мы заметили два лошадиных следа, которые шли в сторону от дороги. ЧП. Сирĕн пӳрт аяккинчен юр кайнă. Снег, лежавщий у вашей избы, сошел. КС. Хыт çĕрте выртса, аякăм (i. q. аяккăм) хăпарса туххăр пуль. От лежания на жестком у меня, наверное, бока распухли. Çырманăн ку аяккинче, на этой стороне оврага; çырманăн леш аяккинче, на той стороне оврага. Букв. 1908, 16. Çав турпас татăкĕсене купаласа, вĕсем пӳрт тунă. Малтан аяккисене купаланă, унтан тăррипе тунă. Из этих обломков щепок они склали избу. Сначала склали стены, а потом сделали крышу. || Huius nominis tertius, quartus quintnsque casus adverbiorum more longinquitatis significandae causa usurpantur. Дат.-вин., местн. и исходн. падд. этого сущ. также употребляются в значении. наречий, означающих отдаленность. Аякка, longe, procul (eum locum significat, quo aliquis iter faciat), в сторону; далеко (указывая направление действия); аяккарах, longius, remotius (turn quietera, turn motum significat), дальше в сторону; подальше (означая как направление, так и место действия); аяккалла, locum remotiorem versus, в сторону; аяккарахра, in loco remotiore, подальше (на вопр. где?); аяккарахран, ex loco remotiore, из более отдаленного места; аякра, longe, procul (locum denotat, ubi aliquid sit vel fiat), далеко, вдали (указывает место действия); аякрарахра, longius (locum, ubi aliquid sit vej fiat, sign.), подальше (на вопрос где?); аякран, a longinquo, e longinquo, издали; аякрарахран, ex loco remotiore, более издали, из более отдаленного места. || Hue adiectiva pertinent, ab iisdem adverbiis derivata. Сюда относятся и прилагательные, образованные от этих наречий. Аякри, longinquus, remotus, дальний; remotiore loco orinndus, дальний (т. е. родина которого далеко); аякрисем, remotiore loco orinndus vel oriundi (utriusque numeri vim habet; v. Оп. чуваш. синт. § 59), дальний по происхождению, родина которого далеко (имеет значение как ед., так и мн. ч.); аяккарахри, аякрарахри; аяккараххи (hoc absolute tantummodo usurpatur), remotior; e remotiore loco oriundus, более дальний; происходящий из более отдаленного места. Аяккараххи употребляется только во 2-й форме, т. е. без определяемого имени; аяккалли (аjаккаλλиы), ulterius situs, ulterior, находящийся по паправлению в сторону от чего-либо или далее чего-либо. КС. Вăсем аякка кайнă. Они ушли далеко, т. е. в отдаленное место. Ib. Вăсем ялтан аякка-а (аjаккŏ) кайнă та, тапратнă тавлашша чупмашкăн. Они отошли далеко (усиление) от деревни и начали бегать взапуски. ЧС. Ĕнтĕ кăшт аяккарах кайса тăтăм. Тут я отошел несколько подальше (или: в сторону). Ib. Вĕсенчен аяккарах (i. q. аяккарахра) пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çӳренĕ. В стороне от них паслось стадо свиней. Ст. Чек. Унтан аяккарах каймалла. Надо итти несколько дальше того места. Ib. Вăл тата аяккарах. Это ее дальше. КС. Вăсем ятлаçма тапратрĕç те, эп шурăм аяккалла. Они стали браниться, и я отошел всторону. Ib. Вăл ялтан аяккарахра тепĕр ял пур. Несколько в стороне от этой деревни есть другая. Ib. Эс арăмна аяккарахран ил. Ты возьми жену из более дальней местности. Ib. Эс аяккарахранах çавăрнса кил-ха. Ты уж сделай более далекий обход (или: обьезд; -ах выражает настойчивость или большую отдаленность). Ст. Чек. Тула аяккарах кайса лар. Усядься за нуждой (exonera alvum) подальше (от нас). Т.-И.-Шем. Унтан, вутне (улăмне) чĕртсе ярса, хĕвеле хирĕç виçĕ хут купăс каласа, алă çупса, ташласа, вут тавра çаврăнаççĕ: малтан аяккарахран çаврăнаççĕ, иккĕмĕш хут вут çывăхĕнчен çаврăнаççĕ, виççĕмĕш хут вара, вут çумĕнченех çаврăнса урисемпе ташласа таптаса, вута сӳнтереççĕ. Потом зажигают солому и трижды обходят вокруг огня, против солнца, с пляскою, играя на скрипке и хлопая в ладоши. Сначала они обходят держась подальше от огня; во второй раз — близко к огню, а в третий — около самого огня, при чем пляшут и ногами затаптывают костер. Альш. Йăран-йăран купăста, йăранĕ хушши аякра. Целые гряды капусты, на широком расстоянии одна от другой. Вĕсем (пит) аякра пурăнаççĕ. Они живут (очень) далеко | Меtaphor. Переносно. Крат. раз. 28. Кирек мĕнле çылăхран та аякра тăрать. Он далек от всякого греха. | Ст. Чек. Кăшт аякрарах пулĕ. Вероятно, это будет подальше. Кошк. Вĕсем вăл шертепе ăна аякран тĕртсе ярас тенĕ. Они хотели столкнуть его этою жердью издали (в воду). Т.-И.-Шем. Тrans. Малтан пынă чухне евчи хĕр ашшĕпе амăшне тӳрех каламасть, аякран пуçласа, çавăрса илсе, калать. В первое посещение сватун не сообщает родителям невесты о целях своего посещения прямо, а начинает свою речь издалека. Радон. Мăнастир патĕнчен иртсе каякан çĕнĕ çулпа кайман, мăнастиртен аякрарахран иртсе каякан кив çулпа тӳрĕ кайнă. Он не пошел по новой дороге, которая шла около монастыря, а пошел прямо, по старой дороге, проходившей несколько дальше от обители. || Альш. Аякри пуян пулса килеççĕ, тет те кусем (= кĕсем), хĕре килĕшеççĕ, тет. Они приехали, приняв на себя вид дальних богатых людей, и сосватали девушку. Эсĕ ăçтисем? — Аякри (или чаще: аякрисем). Ты откуда? (или: ты откуда будешь? ты чей такой будешь?) — Я дальний. Ст. Чек. Эпĕр, ачам, аякрисем пулатпăр. Мы, дитя мое, дальние (т. е. наша родина далеко). Ст. Чек. Ялтан аякрарахри (или: аяккарахри) хурăнсене касса пĕтернĕ. Те березы, которые росли подальше от деревни, все срубили. Ст. Чек. Пиртен чут аякрарахрисем выçăпа та аптăранă. Те, которые живут немного подальше от нас, даже голодали. Череп. Эпир, аяккараххисем, çавăнтах юлаттăмăр. Мы, более дальние (т. е. у которых родина была дальше), оставались тут же. Ст. Чек. Унтан аяккараххисем килĕнчен малтан тухса карĕç. Те, которые живут подальше (названного места), выехали из дома раньше. КС. Унтан аяккаллисене кунтарах исе хурăр. Те, которые (лежат) дальше его (ее), положите сюда поближе. Ст. Чек. Унтан аяккаллисене выçлăхра тырă параччĕç (i. q. паратьчĕç). Более дальним раздавали во время голода хлеб. N3. V. айăк.

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

килкарнче

то же, что кил-картинче. N. Грузинский урамра, кĕтесрен виççĕмĕш килте, килкарнче.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

кун

кон (кун, кон), день. Б. 13. Пĕр-кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çăкăр ил, теççĕ. Хурамал. Кунтан кун ырри пар, çĕртен çĕр ырри пар. Пшкрт: ыр ҕон п̚олды̆р! (Говорят при входе в дом). Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ куна сăрук пар (дай три дня сроку), тесе, каларĕ, тет. Шугур. Ватман кун та иртмесчĕ. Не проходило дня, чтобы не били. Ивановка. Вара уччиттĕл ман ята ыйтса çырчĕ те, çав кунех (в этот же день) молебĕн тунă çĕре пыма хушса, тухса кайрĕ. Чист. Праçник виç кун тесен (за три дня до п.), хатĕрленме тытăнаççĕ. СПВВ. Тепĕр кунчех (вместо «тепĕр кунах»); тепĕр кунче, тепĕр кун, тепĕр кунхине. Ib. Çапла туман кун иртмен. N. Хăш кун хăш-хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат: юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр, тет. Холера 2. Пĕрре касса пилĕк кун иртсен. Через 5 дней после первой прививки. Ала 9З°. Икĕ кун иртсессĕн, виçĕ кун çине кайсассăн, çавă кайранхи ама çори амăшин хĕрĕ пĕр татăк çăкăр ыттисем куриччен (тайком от других) панă. Моркар. Тата пĕр виç кон тапак пураккинче осранă полсан, Есрелĕ вилеччĕ, паян кон та пĕр çын вилмесчĕ. Собр. Юнкун, эрнекун, шамăткун — çăмăл кун, теççĕ. Якейк. Çоха тума, утă çолма тыр вырма тунтикон е йонкон тохаççĕ; ытти консам тохсах каймаççĕ. Кĕтӳ те тунтиконпа йонкон кăлараççĕ. Регули 1207. Ик кон иртсен, кил. Приходи через 2 дня. Альш. † Уйăх тури (= турĕ-и), кун (солнце?) тури, саланас кун тин тури. Саланас кун тăвиччен, пухăнас кун тăвас-мĕн. Пазух. Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Скотолеч. 12. Ăна (это) кунне виççĕ (трижды) памалла. N. 9 кон вăрçă тăрчă, 9 коншăнче нимĕч кайăлла чакрĕ. N. Покрав кон (-к̚он) киле çитрĕм. Орау. Пĕр кун урлă, пĕр кун урлă (через день) киче-киле каятьчĕ. Ib. Виç кунтан (через каждые три дня) хурал тăраççĕ. Менча Ч. Пĕр-пĕр пушă кунĕ, е праçник кунĕ (в свободное время, или в праздник). ЧС. Çав кун (при погребении) пит ăшăччĕ, çавăнпа пирĕн аттене (умершего); аван çын, терĕç. Кун усал пулсан: усал çын вилнĕ пулĕ, теççĕ. Ib. Сĕрен кунĕ ачасем ирех хатĕрленеççĕ. Кан. Июнĕн 12-мĕш кунĕсенелле (приблизительно около 12 июня) хăмла пахчисене симĕс хурт ерчĕ. N. Уяр кунсам ероплансам кураппăр. N. Вăрмана кайсан, кашни кунах куратпăр эпĕр ăна. К.-Кушки. Вăл вилес кун ыран тесен, Чĕмпĕре тухса кайрăм. Я выехал накануне его смерти в Симбирск. ЧС . Вара вăл куна кунĕпех ĕçсе çирĕç. N. Пĕр кунтан тепĕр куна хăварса ан пыр. Не откладывай дела в долгий ящик. Карсун. Эпĕ ялта пурăннă чухне, хир ӳчӳкĕ тепĕр кунĕ тесен (накануне полевого моленья), мана асанне каларĕ... В. Олг. При входе в дом (в будни обыкн.) говорят: «Манăн килес, ыр кон полтар!» Отвечают: «Килех конталла, торă полăштăр! Юрк. Çăв уйăхийĕн пилĕккĕш хунĕнче (5-го мая). N. Çапла вăл ана çинче ирхи куна каçчен пуçтарса çӳренĕ (колосья). N. Пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе макăр уншăн (об умершем). Юрк. Авă çав тĕпне пирĕн чăвашсем çак куна çитернĕ. Ib. Хĕлле кун таврăнат, çула çĕр. N. Вăл ĕç пулни ĕнтĕ паян виççĕмĕш кун. Регули 391. Ик контан холара полăп. Орау. Кунĕсем пăрмаях вăрăмланса пыраççĕ. N. † Атте-анне пире тупман пулсан, ăçтачĕ пире çутă кун. Ашшĕ-амăшне. Ак калаç ĕнтĕ пĕр иртсе кайнă япала çинчен. Иртнĕ кунăн çутти çук. Пазух. Вăрăмах ĕмĕре, кĕске куна, ырлăхпа иртерсе ярар-и? Ст. Яха-к. Çынсем мункун тепĕр кунне те ĕлĕкхи кун (накануне) пекех, ирех килĕнче апатсем çикаласан, пĕлĕштантăшĕсемпе пухăнса сăра ĕçме пуçлаççĕ. N. Пасар контанпа (со дня базара). Çутт. 153. Систермесĕр, тăхтамасăр иртрĕç карĕç çу кунсем, йăвăçсенĕн пĕр чăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулçисем. Кан. Ах, те кунĕ килĕшмерĕ! — Характеристику дней недели см. Магн. М. 23, 21. || Погода. N. Кун (çанталăк) ăшăтса карĕ, кун сивĕтсе карĕ. Хурамал. Тĕлĕкре пулă курсан, кун сивĕтет, теççĕ. Юрк. Хĕвел хĕрелсе тухсан, кун пăсăлат. Сред. Юм. Ко яхăнта пĕр те латлă кон полмарĕ. На этих днях хорошей погоды всё не было. Ib. Акнă чохне кон килĕшнĕ. (Пĕр тĕрлĕ тыр ытти çынсĕн аван полсан, пĕрин начар полсан, çапла калаççĕ). Изамб. Т. Эпир тухнă чухне кун аванччĕ. Эпир Елчĕк патне çитерехпе тăман туха пуçларĕ. Ib. Кун ларат. Погода проясняется. N. Эх, паян кун лайăх-çке! N. Ма каяс мар вăрмана, çурхи кунта савăнма? Орау. Çакăн пек кун эпĕр ĕлĕк çичĕ хут шыва кĕнĕ. || В некот. установившихся выражениях афф. З л. в этом сл. опускается: раштав кон, в д. рожд..; мăнкон кон, в первый д. п. || Время. N. Паян анчах мар, кун пур халь! Алла кĕрĕн (попадешься в руки) хăçан-та-пулсан! N. Эсĕ пулăшнипе çакă куна çитиччен аван пурăнтăм. N. † Çаранлăха çул хыврăм çулахи кун çӳреме. N. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. Б. Олг. † Тавай каяс, киле каяс, ирхи кона каç турăмăр (= уже вечер) Тим-к. Çак ачан кĕтӳ пăхнă чух нимпе те кун иртермелле мар, тет (скучал, не зная, как провести время). N. Кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп (когда нибудь и я пригожусь), тесе, калат, тет. || Жизнь, течение жизни. Т. IV. Эрнекун вилнĕ çынна: кунĕ пĕтсе вилнĕ, теççĕ. Изамб. Т. Кунĕ пĕтнĕ пуль çав. БАБ. Усалшăн та кун иртет, ырăшăн та иртет. N. Ыр кон корас. Альш. Çĕмĕрт пиçсен вара кун (наступает веселое житье) Елшелсен. СПВВ. Х. Çамрăк кунтан кун малалла, ватă кунтан кун каялла. (Послов.). N. † Аттĕ панче ырлăх нăмай, кун сахал. Ск. и пред. 5. Каях, каях, йӳтетмĕш, курăн-çке ху кунна! Ст. Чек. Унăн кунĕ те кунта-кăна. 1. Единственно только здесь может он жить. 2. Он только здесь и бывает. (Слово «кунĕ» употреблено здесь в смысле «жизнь»). Ст. Ганьк. Ыр кун пар, ырă çул пар. N. Пӳлĕх суса панă кун пĕтмесен, уйрăлаймăп, тăван, эп сиртен. || Счастье. N. † И, ялăмăр, ялăмăр, ялта пирĕн кунăмăр. Эпир ялтан тухса кайсан, ăçта ырă курăпăр? (Солд. п ). Альш. † Атте анне пиллĕх çитсессĕн, турăпа пӳлĕх пире кун парĕ. || Участь. Судьба. Мошков. † Пире атте-анне çуратнă ăрăскалсем пĕтнĕ вăхăтра, çавăнпалан çак кунсене куратпăр. Ib. † Эпир пĕр каятпăр пит аякка, пирĕн кунсем туртат килелле. N. Эпĕ ырă кон корас çок. N. Çакă куна (горе еtс) курассăн туйăниастьчĕ. Баран. 122. Çапах та çак куна куракан йывăç сахал. Однако лишь немногие деревья подвергаются этой участи.

ăна

дат.-вин. пад. от вăл. Юрк. Чейне ăна куллен ĕçетпĕр-çке, тет. Ведь мы каждый день пьем чай. Вишн. 73. Ăна тума кирек кам та пултарать. Ăна пĕр шетник (катка) илес пулать те, тĕпнерех айккине пĕр шăтăк шăтарас пулать; çав шăтăка питĕрме пĕр пăкă тăвас пулать. Устроить это может каждый. Для этого нужно взять кадку и ближе ко дну продырявить дыру; чтобы затыкать дыру, нужно сделать деревянную пробку. Ст. Ганьк. Ăна мунчаран тухсан, ирхипе-каçхипе пĕрер чĕркке ĕçтермелле. || Иногда не переводится. Альш. Ватă яланах вăл тери тумланса çӳремес ĕнтĕ ăна, çамрăк тумланать, тумлансан. Старый человек не особенно наряжается, вот молодежь так та наряжаетея. IЬ. Атăл херринереххисем-кăна сатлăрах ялсемтĕр ăна. Лишь (это) селения, расположенные ближе к берегам Волги, должны быть богаты садами. Хыпар № 7, 1906. Пирĕн ăна кашни çул хирĕн виççĕмĕш пайĕ ахалех выртать. (Это) у нас третья часть пахотной земли лежит каждый год напрасно (без пользы). К.-Кушки. Тĕпек. Ăна икĕ вăрман хушшинчи хире калаççĕ (так называют поле, находящееся между двумя лесами). Альш. Кукши тата: эпĕ мар-и ăна? тесе, ларать, тет. Плешивый сидит и говорит: «Не я-ли это (сделал)?» Йӳç. такăнт., 45. Хĕрарăм пуçĕ çавнашкал, ĕнтĕ, вăл: часах çурăлать. Эпĕ ăна нӳхрепре ӳкрĕм (я это в погребе упала).

Еретти çырми

(рэт'т'и?), назв. оврага около с. Богатырева. Эпир çур. çĕр-шыв. 20. Çав çырмасем: пĕри «Урасăр вар», тепри «Актай çырми», виççĕмĕш «Еретти çырми» ятлă.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

малтанхи

(-hи), первый; передний. Батыр. Ама йыттăн малтанхи çурине ӳстерсен, аслă ачана йăвăр пулат, тет. N. Малтанхи (или: пирвайхи) арăмĕ (его жена). Тораево. Малтанхи пекех поплерĕç (как и в первый раз), тет. ЧС. Малтанхи çул, первый год. || Предшествующий. Кан. Петĕр Тимохвейч, сан укçа тӳлемелли вăхăт çитрĕ, тет ял совечĕ. — Мĕнле?... — Мĕн мĕнле... Тӳле малтанхи çулшăн. Пир. Ял. Тĕрмерĕн ăна вилеччен малтанхи кунне çех (лишь накануне смерти) кăларнă. N. Юпа уйăхин малтанхи кунĕсенче, эпĕ яла кайма пуçтарăнтăм. М. Данилов. Вăл, арăмĕ анратнипе, малтанхисем пекех (как и в прошлые разы), юмăçа виççĕмĕш хут кайрĕ, тет.

вар

лучшая часть волокна. Торп-к. Вар (волокно). Н. Сунар. † Йĕтĕн вар кĕпепе, катан-пир шупăрпа, хура урапа, порçын тотăрпа: камăн хĕрĕ? тиеççĕ. Байгул. † Вар-вар урлă килĕмĕр, вар-пир кĕпи тăхăнасшăн (Свадеб. п.). Шибач. Варĕ — лучший сорт волокна, сделующий за «штольпи». Якейк. Варĕ — виççĕмĕш хут шăртласан юлнă сӳс (из него получаются самые тонкие нитки). Мыслец. Варĕ — хорошая часть льна.

виçĕм

(виз’э̆м), третий; употр. только в некотор. выражениях. См. виççĕмĕш.

виççĕ

три. См. виç, виçĕ. К.-Кушки. Виççĕ автан авăтиччен лартăмăр. Мы сидели до третьих петухов. Янтик. Унпа çыхланманни виççĕ лайăх. Очень хорошо сделал, что с ним не связался. Панклеи. Старик! старик! кайса яр-ха каллях! (петуха к скотине); виççĕре (в третий раз) таптĕç, таптĕçех! Регули 1032. Виççĕре (tertio) аран килте тĕл полтăм. || Трехлетний возраст, trimatus. Шурăм-п. № 9. Чăваш хĕр-арăм(ĕ)сем ачасене (у др. ачисене), виççе çитсен, чĕчĕ пăрахтараççĕ. Сенг. Манăн йăмăк пĕр виççелле çитнĕччĕ пулĕ (была лет трех). Ст. Чек. Виççе тухакан, тăватта тухакан тиха, жеребенок по 3-му, по 4-му году. || Поминки в третий день. См. виççĕмĕш.

виççĕмĕш

третий. Сред. Юм. Çын вилсен, виççĕмĕш кôнĕнче виççне (sic!) тăваççĕ.

вулă

ствол. Хыпар № 6, 1906. Вăл йывăçăн темиçе вулли (несколько стволов). Полтава 6. Марьянăн яштак пӳ, яштак тирĕк (= чирек) вуллинчен пур енчен те кая мар. Кан. 1927, № 230. Сатри йăвăç (улмуççи, чие) вуллисене мăкран (от мха) тасатмалла. Календ. 1906. Тымарĕпе вуллин виççĕмĕш пайĕ ик-виç вершук хулăнăш çĕр айĕнче юлаççĕ. || Дуло, ствол (ружья). М. П. Петр. II Удилище. К.-Кушки. Вăлта вулли. || Держалка, кадуша пепа. Икково. Çапоççи волли = çапоççи хорси. К.-Кушки. Тăнаç вулли.

ырă çĕр

святая земля. Альш. Ăвăслăхри Ăырăсем хирте пулнă, тĕк-тăмалăх çĕре шăтнă, хурăн варта. Аслă çултан виççĕмĕш пӳре. Ырă çĕр тенĕ.

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

ирттер

понуд. гл. от ирт. В верх. говорах скажут: иртер (с одним «т»). Н. Шинк. Çавăнта вара вĕсем кама курнă, ăна хĕрхенсе сапмасăр ирттермеççĕ (не пропускают). Ал. Цв. Çапла вĕсем, çурăм-пуç çутăлса киличчен, çывăрмасăрах ирттернĕ (не спали). Сирах. Аслă çынсем, тӳресем, пуçлăхсем пит чаплă, турăран хăракан вĕсенчен те ирттерет (превосходит). Сказки и пред. чув. 16. Пĕр-пĕринчен чĕлхеçĕсен ирттереççĕ чĕлхисем. Быт. ХLVIII, 22. Сана эпĕ, хăвăн тăванусенчен ирттерсе, пĕр пай çĕр паратăп. А я даю тебе, преимущественно перед братьями твоими, один участок. Симп. II, б. Эпир ĕçнĕ вырăнне турă ирттере патăр-и! Хып. 1906, 4З. Пирĕн çынна улпутсем çемçе сăмахĕпех япатса ирттереççĕ. Хып. 1906, З6. Ку сăмах тĕрĕс, тĕрĕсне калать старик. Пире ялан пуçран шăлса ирттересшĕн. Ĕçне нихăçан та курмастпăр. Хып. 1906, 29. Вĕрентекенсем «чахотка» тиекен чире таса мар, тăн пăсăк пуртре кун ирттернĕлĕхпе каяççĕ. Ст. Письмерь, Ставр. Малтан каçхи кĕлле ирттереççĕ (совершают), унтан вара ирхи кĕлĕ пуçланать (на Пасхе). Вăйран ирттерсе ĕçлеттерет. Заставляет работать сверх сил, ССО. Декий вилнĕ, ун хыçĕнчен тата темиçе патша вилнĕ. Пурте вĕсем суя тĕнлĕ çынсем пулнă; Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене юратман, вĕсене темĕн тĕрлĕ асап кăтартнă. Константин Великий те патшара ларса ирттернĕ (закончил свое царствование). Çав Константин Великийрен пуçласа патшасем Христос тĕнне тыта пуçланă. Юрк. Мун-кун иртнĕренпе ку кунччен эпĕ сан тĕлĕнтен темĕн те пĕр шухăшласа ирттертĕм. † Кайрăм, килтĕм, хăна пултăм, малтан килнисенчен ирттертĕм. N. Ашшĕ, уртмакçа кучченеç парса (сумккана хума), калать: кая ан илсе кил, ирттерсе илсе кил, тет (принеси не меньше, а больше, чем мы даем). Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртнĕ чухне хăш енчи ирттерчĕ? (чья взяла зерх?). Изамб. Т. Вырăсăн ĕне пĕрре анчах пулать та, ул та чăвашăн пилĕк-улт ĕнинчен ирттерет. N. Çавсене (камни) тăпăлтарса кăтарса, ывăтса, ман патшалăх чиккинчен ирттерсе ярсан еtс. (если перекинешь далыпе границы моего государства). С. Тим. † Ăрамăрсем вăрăм, юр тарăн, — епле ирттерем-ши çунана? По толкованию А. С. Курушина, çуна ирттерес = çул çинче ху умăнта пыракантан, чуптарса, мала тухас. Б. Бур. † Вуниккĕн çăпата эпĕ сыртăм, пушмак-чăлхасенчен ирттертĕм (мои лапти вышли лучше башмаков с чулками). Альш. Вуниккĕнле çăпата эпĕ сыртăм — пушмак-чăлхаран ирттертĕм. Орау. Лашана, килĕшнĕскерне, илимарăмăр. Пĕр тутар мурĕ икĕ тенкĕ ирттерсе пачĕ те, исе карĕ лашана (набавил 2 целковых и купил). Пазух. † Кайранах та килнĕ хăнасемех малтан килнисенчен ирттерет. Юрк. Вырăс çынни унта та каллех, пĕр-икĕ пуç ĕне усраса, чăвашсенчен ирттерет. || Преувеличивать. Хып., 1906, 12. Акă ĕнтĕ пĕртте ирттерсе каламастăп— витене (словно попал в хлев) кĕнĕ пекех туянчĕ. Сред. Юм. Ирттерсе яран (или): ай-ай, сăмахха пит ирттерен эсĕ! || Спускать (т.-е. прощать). Т. М. Матв. Каçхи хырăм каçарать, ирхи хырăм ирттермест. || Жить; вести себя. П. П. Т. Ку Питĕркке чисти çаплах пит эретсĕр ирттернĕ, тет (жил распутно, беспорядочно). Ист. 158. Патша хăй ĕçе çыпçăнман, каяка çӳрекелесе, хăнана çӳрекелесе анчах ирттернĕ (проводил время). Ашшĕ-амĕшне. Вĕсем пит килĕшӳлĕ, пĕрне-пĕри юратса, пĕр-пĕрин çине пăхса-çеç ирттернĕ пек ирттернĕ. || Справлять. С. Тим. Çапла вара хĕрт-сурт чӳкне ирттерсе яраççĕ. Юрк. Пухăннă вăсем пурте кун патне хăнана авланнăранпа аллă çул арлă-арăмлă пурăннине асăнса ирттерме. || Проводить кого на тот свет, т.-е. совершать поминальные или похоронные обряды по случаю его смерти. Ача çине чăхă анчах пусаççĕ е çăмарта кăна пĕçереççĕ. Ăна ирттерме ăратнисене пуçтармаççĕ, кил йышĕсем анчах хывса ирттереççĕ. IЬ. Ачана ирттернĕ чух, стена çумне икĕ çурта лартаççĕ. IЬ Ачана (по ребенке) пумилкке те тумаççĕ, виççĕмĕш кун ăна пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ (заканчивают все похоронные церемонии). || Вставить слово?

ут

от, ходить, итти, шагать. Зап. ВНО. Алупа парта, урапа (так!) ут. Ходар. Утимиччен (= утаймиччен) ĕçтерсе ӳсĕртсе ячĕç. Напоили до того, что она не могла ходить. БАБ. Вăсем (дети) пурте çулталăк çурăра утакан пулчĕçĕ (стали ходить), икĕ çул тулса, виççĕмĕш çула кайсан, калаçа пуçларĕç. Орау. Мур тутарри! хытă утса çӳресе, мана вăратрĕ! N. Çапла каланă та, утнă (пошёл) малалла. Утасси пулаймасть манăн. Я не могу ходить. N. Атя киле, упăшкам; атти лаши ула пур, ути-отми çитерет (кое-как довезет). Кан. 28. № 199. Киле сайра хутра-çеç хăй урипе утса тавăрăнать. Редко возвращается он домой на своих ногах (о пьянице). N. Хăй хуланалла утнă. Кратк. расск. 9. Иккĕшĕ те вара утнă ту çинелле. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ (Послов.). Череп. Эпĕр паян аллă çухрăма яхăн утрăмăр (прошли пешком; кайрăмăр — на лошади или в экипаже). N. Куртăмăр çил çунатлă урхамах; унăн пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест; утни-юртни сисĕнмест; шыв пек, юхать, çил пек вĕçет. (Туй). Сред. Юм. Инке, ури утнă чух, утмăл витре сăра тунă. Хăр. Паль. 13. Лекĕр аллине сулларĕ те, ута пачĕ (и пошел). Регули 1525. Питĕ сумарччĕ (= сывмарччĕ), отма та полтаримасчĕ. Юрк. Юрĕ, калăп, тет те, ун патĕнчен хуçи патне утса каять. Хăр. Паль,. 24. Утарах парса, хăвса çитрĕ (нагнал). Янорс. Эпĕ, ик çола çитсен, отма та поплеме те пĕлнĕ, теççĕ. N. † Эпир утса тухнă вырăна (где мы прошли) ешĕл курăк шăтса юлмĕ-ши? Панклеи. Йăван патĕнче отса çӳрекен çок, опалянсах çӳреççĕ. Якейк. Çак эпĕр отса пыракан çĕрте (где мы идем) ĕлĕк çăва (кладбище) полнă. IЬ. † Пирн мочйиăн кил-хошши отмăл чалăш кил-хошши; отса çитсе тохсассăн, пирĕн çынах полăттăнч, пирн мочия йорăттăнч. Шибач. Отса каять. Шагом идет. К.-Кушки. Эсир утса каяр (шагом), ан чупăр. Юрк. Пĕре çапла, хулана лаша сутма кайсан, лашине сутсан, шăллĕпе иккĕш хула урамĕпе утса пыраççĕ. N. Отап-отап, тит, ниепле те вăрмантан тохимастăп, тит. Юрк. Ывăлĕ çапла каласан, киле кайма хушсан, амăшĕ те, пăрçа вырма пăрахса, килелле ута пуçлать. N. Мĕн пур çĕртек утан, çӳлтен вĕçен пурте пуçтарăннă, тет. Ал. цв. 5. Малалла утнăçемĕн ун умĕнчи çул аванланса пырать. Сред. Юм. Пит хăвăрт утнăçĕм, хама хыçалтан çын кăçкăрнине те илтмен.

учук

жертвоприношение, сопровождаемое общественным молением. Макка 235. Тата çăва тухсассăн, ака пĕтсен, учук тăваççĕ. Учук кунĕ вĕсен уяв пуçланать, учука вĕсем ак çапла тăваççĕ: ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тьыха или лаша илмеççĕ. Унтан тата пăрусам, сурăхсам илеççĕ, унтан кашнн çуртран е хур е кăвакал илсе пыраççĕ, унтан вара яшкапа пăтă пĕçерсе, ялĕпе пĕрле пайласа, çияççĕ. N. Çимĕк вăхăтĕнче пĕтĕм халăхпа чӳк тăвакан кĕлĕ, ăна учук теççĕ. Тюрл. Учук — полевое моление после сева (перед Петровками). Сиктерма. Тăваттăмăш хурана: учук панчи выляеа пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, çаплах асăнаççĕ. IЬ. Виççĕмĕш хурана: учук патĕнчи иртсе пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, асăнаççĕ. IЬ. Учук панчи аслă ырă амăшĕ, хура халăхна, акнă çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпа, асăнать, витĕнет; чӳ... к... çырлах. ЧС. Учук тăвман çулах пулчĕ те ку пире, çавăншăн пулчĕ пулĕ çав (пожар). || То же слово встречается в значении назв. урочищ., напр. Учук — мольбище (чӳк вырăнĕ) около д. Егоркиной, Егорк. вол. Чист. у. Также — назв. уроч. около д. Белая Гора, Бегуч. в. Петровского у. (варта — в овраге). || Прозвище человека. Яктик. Учук — фамилия мужчины. См. Магн. 25, Стюх. чув. 20.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

блюдо

сущ.сред., множ. блюда (блюд, блюдам)
1. (син. тарелка) чашăк; глубокое блюдо тарăн чашăк
2. (син. кушанье) апат, çиме; первые блюда пĕрремĕш çимесем (яшка таврашĕ); вторые блюда иккĕмĕш çимесем (шаркку, пăтă, катлет таврашĕ); третьи блюда виççĕмĕш çимесем (чей, компот таврашĕ); чувашские национальные блюда чăваш халăх апачĕсем

генерал

сущ.муж.
генерал (çарти аслă командир); генерал-майор генерал-майор (чи кĕçĕн генерал); генерал-лейтенант генерал-лейтенант (генералăн иккĕмĕш пусăмĕ); генерал-полковник генерал-полковник (генералăн виççĕмĕш пусăмĕ); генерал армии арми генералĕ (генералăн чи аслă пусăмĕ)

лицо

сущ.сред.; множ. лица
1. пит, сăн-пит, пит-куç; круглое лицо çавра сăн-пит; мыть лицо пит çу; мне знакомо это лицо ку сăн-пите эпĕ пĕлетĕп
2. çын, этем; влиятельное лицо витĕмлĕ çын
3. сăпат (грамматикăра); третье лицо глагола глаголăн виççĕмĕш сăпачĕ ♦ на одно лицо каснă лартнă, пĕр сăнлă; показать товар лицом таварăн чăн пахалăхне кăтарт; к лицу килĕшет (тумтир); он лицом в грязь не ударит вăл намăс курас çук

март

сущ.муж.
пуш уйăхĕ (çулталăкри виççĕмĕш уйăх); Восьмое марта Пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕ (хĕрарăмсен уявĕ)

обучаться

глаг. несов.
вĕрен; обучаться на бухгалтера бухгалтер ĕçне вĕрен; Петя обучается на третьем курсе института Петя институтăн виççĕмĕш курсĕнче вĕренет

третий

1. числит. порядк. виççĕмĕш; третий этаж дома çуртăн виççĕмĕш хучĕ
2. третье сущ.сред. виççĕмĕш апат (чей, компот таврашĕ) ♦ третьего дня виçĕм кун

треть

сущ.жен., множ. трети
виççĕмĕш пайĕ, пĕрре виççĕмĕш; две трети иккĕ виççĕмĕш; треть года çулталăкăн виççĕмĕш пайĕ

эра

сущ.жен.
1. самана (паллă самантран пуçлама йышăнни çул шучĕ); наша эра пирĕн самана (Христос çуралнă тесе шутлакан самантран пуçланать); в третьем веке до нашей эры пирĕн саманаченхи виççĕмĕш ĕмĕрте
2. (син. эпоха) самана, вăхăт; мы живём в эру космонавтики эпир космонавтика саманинче пурăнатпăр

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

третий

виççĕмĕш: третьего дня виçĕмкун; в третьем году виçĕмçул.

треть

ж. виççĕмĕш пайĕ; треть года çулталăкăн виççĕмĕш пайĕ.

троюродный

виççĕмĕш сыпăкри ратне, хурăнташ, тăван (асаттепе, асаннепе, кукаçейпе, кукамайпа пĕр-тăваннисен ачин ачисем).

балкон

балкон (1. пӳрт çумне тулаш енчен карлăк карса тунă вырăн; 2. театрта иккĕмĕш е виççĕмĕш хутра (ярусра) сценăна хирĕç тăракан вырăнсем).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

гамма

ж. гамма (грек алфавитĕнчи виççĕмĕш саспалли ячĕ); ◇ гамма-лучи физ. гамма пайăркасем (куçа курăнман электромагнит хумĕсем).

колено

с. 1. (мы. колени) чĕркуççи; стоять на коленях чĕркуççи çинче лар; 2. (мн. колени) (ноги от коленного сустава до таза) чĕрçи, пĕçĕ; посадить ребёнка к себе на колени ачана чĕрçи çине ларт; 3. (мн. коленья) (часть от одного сгиба до другого, угол изгиба) сыпă; кукăр; колено водопровода шыв пăрăхĕн сыппи; колено реки шыв кукри; 4. (мн. колена) разг. (в музыке, танце) сыпăк; колено песни юрă сыпăкĕ; колено танца ташă сыпăкĕ; 5. (мн. колена) (поколение в родословной) сыпăк; третье колено виççĕмĕш сыпăк; ◇ море по колено (или по колена) ним те мар; поставить на колени пăхăнтар, парăнтар.

куб

м. куб (1. мат. ултă енĕ те квадратлă япала; 2. мат. хисепĕн виççĕмĕш степенĕ; 3. разг. 1 кубла метр).

ми

с. нескл. муз. ми (гаммăри виççĕмĕш нота).

поднять

сов. 1. кого-что (с земли, с полу) çĕкле, йăт; поднять мешок михĕ йăт; 2. что (отделив, удержать на весу) çĕкле, йăт; поднять тяжесть вăй; поднять шесть пудов ултă пăт йăт; поднять бокал черкке çĕкле; 3. что, перен. разг. (разобрать) пăхса тух; поднять архив кив хутсене (е архива) пăхса тух; 4. кого-что (переместить наверх) çĕклесе улăх, йăтса хăпар, хăпарт; поднять по лестнице пусма тăрăх хăпарт; поднять вещи на третий этаж япаласене виççĕмĕш хута йăтса хăпар; 5. кого-что (вернуть в стоячее положение) тăратса ларт; поднять стул пукана тăратса ларт; 6. кого, разг. (поставить на ноги) тăрат, çĕклесе тăрат, тăма пулăш; поднять лошадь лашана çĕклесе тăрат; 7. кого-что, прям. и перен. çĕкле, тăрат; поднять народ на борьбу халăха кĕрешĕве çĕкле; поднять с постели çывăрнă çĕртен тăрат; 8. кого, охот, (вспугнуть, выгнать) хăратса кăлар; поднять зверя тискер кайăка хăратса кăлар (шăтăкĕнчен, чăтлăхран); 9. кого-что (заставить подняться в воздух) вĕçтерсе яр, вĕçтер; поднять самолёт самолёт вĕçтер; поднять пыль тусан кăлар; 10. что (возбудить, начать что-л.) ту, кăлар, çĕкле, тапрат, хускат; поднять мятеж пăлхав кăлар; поднять шум шăв-шав ту; поднять вопрос ыйту хускат; 11. что (сделать более высоким) çӳллĕрех ту, хапарт, çĕкле; поднять уровень воды шыв шайне хăпарт; 12. что, муз. (тон) хăпарт; поднять голос сасă хăпарт; 13. что, перен. хапарт, çĕкле, ⸗ат [⸗ет], ⸗тар [⸗тер], хуш, çĕклентер; поднять настроение кăмăла çĕклентер; поднять цены хак хăпарт; 14. что (наладить, восстановить) юса, ура çине тăрат; поднять хозяйство хуçалăха ура çине тăрат; 15. что, с.-х. (вспахать) çĕт, уç; поднять целину çерем уç; поднять пар çĕртме ту; ◇ поднять голову пуçа çĕкле (е каçăрт); поднять голос татăклă(н) кала; поднять меч (оружие) вăрçа пуçла (е тапрат); поднять перчатку çапăçма чĕннине йышăн; поднять петли куçне хăпарт (чăлханне); поднять шерсть шартлан; поднять на воздух сирпĕнтерсе яр (тарпа); поднять на смех мăшкăл ту; поднять паруса парăç çĕкле, кайма тапран; поднять на ноги ура çине тăрат.

сверху

нареч. 1. çиелте, çиелтен; книга лежит сверху кĕнеке çиелте выртать; 2. (с верхней стороны) çӳлтен; третья строка сверху çӳлтен виççĕмĕш йĕрке; 3. (с высоты) çӳлтен, тӳперен, çӳл енчен; вид сверху çӳлтен пăхсан; 4. перен. çӳлтен, аслисенчен; указания сверху çӳлтен панă кăтартусем; сверху вниз смотреть на кого-л. хăвна мăннăн тыткала (кам та пулин умĕнче); сверху донизу; 1) çӳлтен аяла çити, пĕтĕмпех; 2) пысăккисенчен пуçласа пĕчĕккисем таранах.

силлогизм

м. силлогизм (логикăра икĕ шухăшран виççĕмĕш шухăш вывод туни).

сцена

ж. 1. (театральные подмостки) сцена; выйти на сцену сцена çине тух; 2. (театр) сцена; мастера сцены сцена мастерĕсем; играть на сцене сцена çинче выля; 3. (часть театрального действия) сцена, курăну; сцена третья виççĕмĕш сцена; 4. (эпизод) ĕç, картина; эту сцену забыть нельзя ку ĕçе манма çук; 5. разг. (ссора) харкашу, ятлаçу; семейная сцена çемьери харкашу; ◇ явиться (или появиться) на сцену тух, сиксе тух; немая сцена сăмахсăр сцена.

терция

ж. муз. терци (1. музыка гаммин виççĕмĕш пусăмĕ; 2. виççĕмĕшхĕлĕх).

третейский

прил.: третейский суд третейски суд (икĕ енĕн тавлашăвне виççĕмĕш енĕ пăхса тухни).

третий

1. числ. виççĕмĕш; третья страница виççĕмĕш страница; 2. в знач. сущ. третья ж. пĕрре виççĕмĕш; две третьих иккĕ виççĕмĕш; 3. в знач. сущ. третье с. (сладкое блюдо) виççĕмĕшĕ (апат); ◇ третий звонок виççĕмĕш (юлашки) звонок; из третьих рук çын урлă; третьего дня виçĕмкун; третье лицо грам. виççĕмĕш сăпат; с третьими петухами автан виççĕ авăтсан, ирхине ирех; третья скорость виççĕмĕш хăвăртлăх.

третичный

прил. виççĕмĕш; третичный период виççĕмĕш тапхăр.

треть

ж. виççĕмĕш пайĕ, пĕрре виççĕмĕш; треть года çулталăкăн виççĕмĕш пайĕ.

третье⸗

хутлă сăмахсен виççĕмĕш пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: третьесортный виççĕмĕш сортлă.

третьеклассник

м. виççĕмĕш класра вĕренекен ача.

третьекурсник

м. виççĕмĕш курсра вĕренекен çын.

троюродный

прил. виççĕмĕш сыпăк урлă тивекен (хурăнташ); троюродные братья ваççĕмĕш сыпăкри арçын тăвансем.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

адмирал

1. адмирал (çар флотĕнчи аслă чин); адмирал флота флот адмиралĕ (адмиралсен аслă пусăмĕ, вăл çарти арми генералĕпе танлашать) 2. адмирал (адмирал чинĕсен виççĕмĕш пусăмĕ, вăл çарти генерал-полковникпа танлашать)

генерал-полковник

генерал-полковник (генералсен виççĕмĕш пусăмĕ)

капитан

1. капитан (çарта — майортан кĕçĕнрех чин; флотра — темиçе ранг чинĕсем); капитан первого ранга пĕрремĕш рангри капитан (çарти полковникпа тан); капитан второго ранга иккĕмĕш рангри капитан (çарти подполковникпа тан); капитан третьего ранга виççĕмĕш рангри капитан (çарти майорпа тан) 2. капитан (карап ертӳçи); капитан сторожевого корабля хурал карапĕн капитанĕ 3. капитан (спорт командин ертӳçи)

лейтенант

лейтенант (çарта — офицерсен иккĕмĕш чинĕ); младший лейтенант кĕçĕн лейтенант (офицерсен пĕрремĕш чинĕ); старший лейтенант аслă лейтенант (офицерсен виççĕмĕш чинĕ)

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

виççĕмĕш

өченче

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

виççĕ

[viŝj(ŝe)]
tri, trifoje
икĕ хут виççĕ — улттă — duoble tri estas ses
улттă виççĕ çине пайланать — ses dividiĝas je tri
виççĕ тăваттăмĕш — tri kvaronoj
виççĕ ыйтрăм — mi demandis trifoje
виççĕмĕш — tria
виçшер – po tri
виçĕм кун — antaŭhieraŭ
виçмине — postmorgaŭ
эппин, виçмине тĕл пулăпăр — do, ni renkontiĝu postmorgaŭ
виçĕм кунхи — antaŭhieraŭa
виçĕм çул — antaŭ du jaroj
виççĕллĕ вĕрен — triobla ŝnuro
виçкĕтеслĕх — triangulo
тӳрĕ кĕтеслĕ виçкĕтеслĕх — rektangula triangulo
тан енлĕ виçкĕтеслĕх — egalflanka triangulo

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Drittel

vizzĕmĕş paj(ĕ)
виççĕмĕш пай

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ăша пĕр хĕлхем те ан яр

Ăша [çăвара] пĕр хĕлхем те ан яр ничего не есть, ни маковой росинки во рту не было.
Яра кунах ăшне пĕр хĕлхем ямарĕ Яриле, никампа пĕр сăмах калаçмарĕ. Хв. Уяр. Хырăмĕ выçсан, урисем хăйсемех кил еннелле туртаççĕ. Паян та хĕлхем яман вăл ăшне. Н. Терентьев. Кунĕпе çăварне пĕр хĕлхем хуман, пĕр тумлам шыв сыпман купцан çиесси те, ĕçесси те килнĕ. В. Сатай. Виççĕмĕш кун ĕнтĕ çăвара пĕр хĕлхем апат яман. М. Ухсай.

Намăс кăтарт

Намăс кăтарт [кӳр] позорить / опозорить кого-что, срамить / осрамить кого-что; син.: намăса кĕрт [яр], мăшкăл кӳр, мăшкăл ту, ята çĕрт.
Нухратăн çав вăхăтра Урасмете ашшĕ умĕнче намăс кăтартасси килсе кайрĕ. К. Турхан. — Яра пар трибуна çине, виççĕмĕш ротăна намăс ан кăтарт, — хавхалантарчĕç ăна юлташĕсем. Белов. Чиркӳ тăрăх эс çӳрен, намăса мана кӳрен. В. Урташ.

Тар тухиччен

Тар тухиччен (мĕн те пулин ту) до пота (делать что-нибудь).
Таврăнсан, çурать пулĕ вутă Тар шăрçа пек тухиччен. Ю. Семенов. Виççĕмĕш кун анне ман юр хырать Тар тухиччен килкартинче ир-ирĕн. И. Малкай.

Хĕле кĕрет

Хĕле кĕрет наступает зима.
Мĕтри хĕле кĕнĕ çĕре чăнахах Самара куçнă. В. Паймен. Виççĕмĕш хĕле кĕрес чух улмуççи хам çӳллĕшех çитĕнчĕ. Г. Волков.

Чĕлхе уçăлать

Чĕлхе уçăлать (уçăлчĕ) [салтăнать (салтăнчĕ)] 1. язык развязывается (развязался) у кого; 2. чĕлхе уçăлать (уçăлчĕ) начинает (начал) говорить кто; 3. чĕлхе уçăлать язык развивается у кого.
1. — Шерпет сыптарсан, чĕлхи уçăлнă пулĕччĕ тетĕп-çке, — ăшталанать Сăпани. В. Ухли. Ача пекех çурхи шыв-шур, Чĕлхи часах ун уçăлмасть. А. Воровьев. Виççĕмĕш черкке хыççăн Ванькка Козловăн чĕлхи салтăнчĕ. Л. Емельянов. 2. Пурăннă Вага [арçын ача]. Хăлхи илтмен, чĕлхи уçăлман. С. Аслан. Вăй илнĕ чăвашăн чĕлхе уçăлать, Хăюллăн пырать вăл ялав патнелле. С. Элкер. 3. Ялан çӳресен, чĕлхе уçăлать. Ваттисен сăмахĕсем.

Шанăçа тӳрре кăлар

Шанăçа [шанчăка] тӳрре кăлар оправдывать / оправдать надежду (надежды) кого, чью.
— Эсир çак кĕнекене илсе, аслă парти шанăçне тӳрре кăларасса шанатăп, — терĕ те подполковник Алмакова пĕчĕкçĕ кĕнеке тыттарчĕ, унăн аллине чăмăртарĕ. А. Медведев. Халĕ мана шкула таврăнма намăс марччĕ ĕнтĕ — эпĕ командованипе комсомол организацин шанăçне тӳрре кăлартăм. Ф. Орлов. — Аслă князь çапла шутлать: Шигалей хан, виççĕмĕш хут Хусан престолне йышăнса, государь шанчăкне тӳрре кăлараймарĕ. К. Турхан.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

имшер

п.в. Хăрăн, начарлан, ырханлан; имшерлен. Мăян çисе имшернĕ çынсене Чингиз саккунĕ ячĕпе хĕнеççĕ. Я.Ухсай, 1961 (Çĕр), 58 с. Виççĕмĕш уйăх асап вăл курать, сăн-кĕлетки имшерсех ун пырать. К-н, 1976, 21 /, 11 с. Туйăмлăх туртăмĕ имшерчĕ, сĕртĕнӳсен вĕрилĕхĕ ... сиверчĕ. С.Асамат, 1991, 33 с.

кĕмĕл

1. П.п. Укçа-тенкĕ, нухрат (туп.), финанс пур-лăхĕ. Сана аван, кĕсйӳне таçтан та кĕмĕл юхса кĕрет. А.Афа-насьев, 1985, 74 с. «Эларăн» пĕтĕм укçи тенĕ пек унта [«Аяр» банкра], ... халĕ вара завод хăйĕн «кĕмĕлне» «Аяртан» туртса кăлараймасть. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Район бюджетĕнче ун чухлĕ кĕмĕл çук. А-д, 17.12.1999, 4 с. Апат-çимĕç илме те кĕмĕл юлман иккен. ÇХ, 2001, 34 /, 2 с. — «кĕмĕл» тыттар (Х-р, 21.02.1997, 4 с.); «кĕмĕл» пар (Ар, 2000, 10 /, 4 с.). 2. Ç.п. Ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн паракан медаль. Т.Герасимова 3 çухрăмра иккĕмĕш, çухрăм çурăра виççĕмĕш пулса «кĕмĕлпе» «пăхăра» çĕнсе илнĕ. Х-р, 11.07.1997, 4 с. Ларисăпа Ольга Раççейшĕн «ылтăнпа» «кĕмĕл» çĕнсе илчĕç. Х-р, 13.02.1998, 4 с.

кукка

п.п., куçăм. Ĕç вырăнĕпе (должноçпа) усă курса пĕлĕш-тăванне пулăшу кӳрекен çын; хунтă. Вĕсем виççĕмĕш класлă водительсенчен чип-чиперех «пĕрремĕш класлисем» пулса тăнă, ... ырă куккасем пулăшнипе. К-н, 1987, 8 /, 3 с. «Кукка» пулмасан ан та сĕкĕн [Пуçелĕк]. ÇХ, 1996, 2 /, 2 с. Анчах таса карьера пултăр... Хыçран пĕр-пĕр «кукка» тĕртсе пырать-тĕкпачах урăх калаçу. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. Пĕр-пĕр «пуян кукка» пулăшăвĕ кирлĕ-мĕн кунта. ТА, 2003, 2 /, 72 с. — палланă «кукка» (ÇХ, 1996, 2 /, 2 с.); хулăн кĕсьеллĕ куккасем (ÇХ, 2001, 14 /, 3 с.); пысăк вырăнта ларакан «кукка» (Ар, 2001, 21 /, 2 с.).

пăхăр

ç.п. Спорт ăмăртăвĕнче е конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн паракан медаль тата унăн пахалăхĕ; бронза, туйăр (туп.). Дистанцие Алина чи малтан вĕçлерĕ, Еленавиççĕмĕш! Апла тепĕр ылтăн тата пăхăр медаль чăваш хĕрĕсенче! Ç-т, 1992, 9—10 /, 19 с. Т.Герасимова 3 çухрăмра иккĕмĕш, çухрăм çурăра виççĕмĕш пулса «кĕмĕлпе» «пăхăр» çĕнсе илнĕ. Х-р, 11.07.1997, 4 с. Тăваттăмĕш пултăм, темиçе çеккунт çеç çитмерĕ пăхăр медаль валли. ÇХ, 30.04.1998, 4 с. «Красноярская» сортли [вермишель] вара виççĕмĕш степень диплома тата пăхăр медале илме тивĕç пулнă. Х-р, 3.04.2001, 1 с.

пинçуллăх

ç.с. Пин çула пĕрлеште-рекен тапхăр; вунă ĕмĕр. Хăçан та пулин килсе çăвĕ çак çумăр, пăсмасăр пин çуллăх йăли-йĕркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнĕ пин çуллăхсенче чăваш халăхне нумай-нумай хут кăкланă — пурпĕрех пĕтереймен. ÇХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинçуллăх кăнчĕ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с. — çĕнĕ пинçуллăх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирĕн эрăчченхи пинçуллăх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинçуллăхсем хушши (ÇХ-рĕ, 29.12.1999, 3 с.); иккĕмĕш пинçуллăх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виççĕмĕш пинçуллăха кĕр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).

пин çуллăх

ç.с. Пин çула пĕрлеште-рекен тапхăр; вунă ĕмĕр. Хăçан та пулин килсе çăвĕ çак çумăр, пăсмасăр пин çуллăх йăли-йĕркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнĕ пин çуллăхсенче чăваш халăхне нумай-нумай хут кăкланă — пурпĕрех пĕтереймен. ÇХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинçуллăх кăнчĕ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с. — çĕнĕ пинçуллăх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирĕн эрăчченхи пинçуллăх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинçуллăхсем хушши (ÇХ-рĕ, 29.12.1999, 3 с.); иккĕмĕш пинçуллăх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виççĕмĕш пинçуллăха кĕр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).

пуш

п.п., ч.я. Çулталăкăн виççĕмĕш уйăхĕ; март. Кун çинчен пĕлтерни Чăваш ене пушăн 3-мĕшĕнче тин çитнĕ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕ маншăн уяв мар. М.Карягина //Т-ш, 1998, 10 /, 2 с. Пушăн 26-мĕшĕнче Путин мар, Б.Ельцин еткерлĕхĕнчен юлнă команда çĕнтерчĕ. А-и, 2000, 1 /, 2 с. 2003 çулхи пушăн 1-мĕшĕччен конкурса ... виçĕ материал тăратмалла~~. Х-р, 6.02.2003, 1 с.

пуш уйăхĕ

п.п., ч.я. Çулталăкăн виççĕмĕш уйăхĕ; март. Кун çинчен пĕлтерни Чăваш ене пушăн 3-мĕшĕнче тин çитнĕ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕ маншăн уяв мар. М.Карягина //Т-ш, 1998, 10 /, 2 с. Пушăн 26-мĕшĕнче Путин мар, Б.Ельцин еткерлĕхĕнчен юлнă команда çĕнтерчĕ. А-и, 2000, 1 /, 2 с. 2003 çулхи пушăн 1-мĕшĕччен конкурса ... виçĕ материал тăратмалла~~. Х-р, 6.02.2003, 1 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

литургия

(хальхилле литурги) кăнтăрлахи кĕлĕ. Халĕ виççĕмĕш сехет кĕллипе улттăмĕш сехет кĕллине кăнтăрлахи кĕлĕ (литургия) умĕн вулаççĕ [Книга 1910:164].

тăхран пуçĕ

клевер. … вĕлле хурчĕсем пулмасан тăхран пуçĕн (клевер) вăрри виççĕмĕш пайĕнчен пĕр пайĕ те пулас çук [Хабачев 1910:19].

углекислота

сĕрĕм пек сывлăш. Сывлăшăн виççĕмĕш пайĕ сĕрĕм пек сывлăш; ăна углекислота теççĕ. Углекислотапа та сывлама юрамасть, ун ăшĕнче те япаласем çунмаççĕ [Третья 1911:103].

шыв суханĕ

чăрăш тăрри. Томас-шлакпа каинит тăкнă çĕрте иккĕмĕш-виççĕмĕш çул курăк вăйлă пулать, усал курăксем: мăк, хăях, шыв суханĕ (чăрăш тăрри) пĕтеççĕ, вĕсен вырăнне чавка пуç, кушак хӳри, мачăлта ӳсме тытăнать [Çулталăк 1910:41].

Çавăн пекех пăхăр:

виççĕлĕх виççĕлен виççĕллĕ виççĕлле « виççĕмĕш » виççĕмĕшĕнче виççĕмĕшĕнчен виççĕмĕшне виççĕн виççĕн-тăваттăн

виççĕмĕш
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150