Шырав: симĕс

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вереск

вереск (ĕмĕр симĕс тĕм йывăç)
вереск тĕмĕсем — кусты вереска

витĕм

покровный
çĕрĕн симĕс витĕмĕ — зеленый покров земли
çамрăк хунавăн витĕмĕ питĕ ачаш — кожица у молодого побега очень нежная

витĕн

I.

1.
покрываться, быть покрытым чем-л.
уйсем юрпа витĕнчĕç — поля покрылись снегом
йывăçсем симĕс тумпа витĕнчĕç — деревья покрылись листвой

изумруд

изумруд (çутă симĕс тĕслĕ паха йышши чул)

камели

бот.
камелия (шултра чечеклĕ ĕмĕр симĕс ӳсентăран)

кăчăклан

2.
вязать (во рту), стягивать (рот) (от чего-л. вяжущего)
симĕс панулми çисен çăвар ăшă кăчăкланать — от зеленого яблока вяжет во рту

коленкор

коленкоровый
симĕс коленкор — зеленый коленкор
коленкор хуплашка — коленкоровый переплет

конвейер


симĕс конвейер
с.-х. зеленый конвейер

люпин

люпиновый
сарă люпин — люпин желтый
люпин çăнăхĕ — люпиновая мука
люпин — симĕс имçам  —  люпин — зеленое удобрение

магноли

магнолия (кăнтăрта ӳсекен ĕмĕр симĕс йывăç)

малахит

малахит (симĕс тĕслĕ паха чул)

маскхалат

воен.
маскхалат
симĕс маскхалат — зеленый маскхалат

масса

2.
масса
симĕс (ешĕл) масса — зеленая масса
силос масси — силосная масса

мăкшă-симĕс

диал.
темно-зеленый
мăкшă-симĕс шăрçа — темно-зеленые бусы

нефрит

I.
нефрит (симĕс-шурă хитрĕ минерал)

олеандр

олеандр (кăнтăрти ĕмĕр симĕс тĕмĕллĕ ӳсентăран)

пĕркенчĕк

3. поэт.
покров, наряд
уйсен симĕс пĕркенчĕкĕ — зеленый наряд полей
çĕр çине хура пĕркенчĕк анчĕ — на землю опустился ночной покров

пустав

суконный
симĕс пустав — зеленое сукно
килте тĕртнĕ пустав — домотканое сукно
пустав китель — суконный китель
пустав шăлавар — суконные брюки
пустав пуснă тăлăп — тулуп с суконным верхом

салат

III.
салат (сивĕ апат)
помидор салачĕ — салат из помидоров
симĕс сухан салачĕ — салат из зеленого лука
салат чашăкĕ — салатник, салатница

самшит

бот.
самшит (кăнтăрти ĕмĕр симĕс йывăç)

сăн

4.
цвет
оттенок

симĕс сăнлă пусма — материя с зеленоватым оттенком
хура сăнлă— темного цвета, темноватый
питне хĕрлĕ сăн кĕчĕ —у нее на щеках появился румянец
кĕпен сăнĕ кайнă — рубашка потеряла цвет, полиняла

симĕс

1.
зеленый
ешĕл симĕс — ярко-зеленый
тĕттĕм симĕс — темно-зеленый
хура симĕс — темно-зеленый
симĕс брезент — зеленый брезент
симĕс курăк — зеленая трава
симĕс тĕс — зеленый цвет
ĕмĕр симĕс йывăçсем — вечнозеленые деревья
вăрман симĕспе пĕркеннĕ — лес зазеленел, покрылся зеленью
сĕтеле симĕс пустав витнĕ — стол покрыт зеленым сукном

симĕс

2.
зеленый, растительный
симĕс апат — зеленые корма
симĕс конвейер — с.-х. зеленый конвейер
симĕс сухан — зеленый лук
симĕс яшка — зеленые щи

симĕс

3.
зеленый, неспелый, недозрелый
помидор симĕс-ха — помидоры еще зеленые

симĕс

4. перен.
зеленый, неопытный
эсĕ симĕс-ха мана вĕрентме — ты еще зелен учить меня

сип-симĕс

ярко-зеленый, зеленый-презеленый
улăхра курăк сип-симĕс — на лугу трава зеленая-презеленая

сис

3.
догадываться, чувствовать
смекать
прост.
вăл нимĕн те сисмест — он ни о чем не догадывается
сăмахсăрах сис — догадаться без слов
Сисекене — симĕс курăк, сисменнине — хытхура, теççĕ. — погов. Сообразительному — сочная трава, а несообразительному — сухой бурьян.

сухан

луковый
аса сухан — лук с семенами, лук-семенник
вăрă суханĕ — лук-сеянец
пуçлă сухан — репчатый лук
симĕс сухан — зеленый лук
уй суханĕ — дикий лук
хир суханĕ — дикий лук
хăвăл сухан — стрельчатый лук
сухан пуçĕ — луковица
сухан çеçки — перья лука
икĕ пуç сухан — две луковицы
сухан чĕр — рвать зеленый лук

тавар

3. уст.
ткань фабричной выделки
мануфактура
ситец

хĕрлĕ тавар — красный товар (тонкая мануфактура)
Симĕс арчара хĕрлĕ тавар. (Арпус). — загадка. В зеленом сундучке красный товар. (Арбуз).

тăрă

4.
верх, верхняя часть
çĕлĕк тăрри симĕс — верх у шапки зеленый
шĕвĕр тăрăллă шлем — островерхий шлем
çаврака тăрăллă чӳрече — окно с полукруглым верхом

тĕс

1.
цвет
кăвак тĕс — синий цвет; синева, синь
симĕс тĕс — зеленый цвет; зелень
хĕрлĕ тĕс — красный цвет; румянец
шурă тĕс — белый цвет; белизна
тĕс кай — линять
тĕс кайна гимнастерка — вылинявшая гимнастерка
тĕс çухат — выцветать
тутăра хĕвелпе шупка тĕс сапна — платок поблек от солнца

тум

3. перен.
убор, убранство
покров

вăрманăн симĕс тумĕ — зеленый убор леса
çĕре шурă тум витнĕ — землю окутал белый покров (снега)

туя

I. бот.
туя (кăнтăрти ĕмĕр симĕс йывăç)

хлорофилл

хлорофилл (ӳсентăрана симĕс тĕс паракан вещество)
[грек. chlōros — çутă симĕс, тата phyllon — листа]

хризолит

мин.
хризолит (сарă-симĕс тĕслĕ хаклă йышши чул)
[грек. chrysolithos <— chrysos — ылтăн, тата lithos — чул]

хыс

уст.
хыс — кафтан — свадебная одежда длиною до пят
Çулла симĕс хыс тăхăнать, кĕркунне сарă кĕрĕк тăхăнать. (Вĕрене). — загадка Летом в зеленом кафтане, а осенью — в желтой шубе. (Клен).

чатăр

1.
шатер, палатка
шатровый, палаточный
брезент чатăрĕ — брезентовая палатка
чатăр уйлăхĕ — палаточный лагерь
чатăр пирĕ — палаточная ткань
чатăр кар — разбить палатку
геологсем чатăрсенче пурăнаççĕ — геологи живут в палатках
йывăçсен симĕс чатăрĕ айĕнче — перен. под зеленым шатром деревьев

чей

чайный
Грузи чейĕ — грузинский чай
Инди чейĕ — индийский чай
симĕс чей — зеленый чай
хĕрлĕ чей — красный чай
хăма чей — плиточный чай
пĕр пачка чей — пачка чаю
чей перчи — чаинка
чей савăчĕ — чайница
чей савăчĕ — чайный завод
чей пĕçер — заварить чай

шал

II. уст.
выделанная кожа
сафьян

йĕнере симĕс шалпа илемлетнĕ — седло украшено зеленым сафьяном

шăна

мушиный
вĕтĕ шăна — мелкая муха, мушка
симĕс шăна — мясная муха
хура шăна — муха комнатная
шăна карри — паутина
шăна кăмпи — мухомор
шăна çуначĕ — мушиные крылья
шăна хурчĕ — опарыш, личинка мухи
шăна вĕçсен те илтĕнмелле — слышно, как муха пролетит (очень тихо)

шăнăрлă

1.
с какими-л. жилами, жилками
симĕс шăнăрлă çулçă — лист с зелеными жилками

çапă

3.
сучья, ветви
симĕс çапă — свеженарубленные ветви (с листьями), веточный корм

ĕмĕр

4.
вечно
ĕмĕр симĕс йывăç — вечнозеленое дерево
пирĕн туслăх ĕмĕре — наша дружба вечна

симĕс


симĕс пăрçа — зеленый горошек
симĕс чей — зеленый чай
симĕс ылтăн — хмель (зеленое золото)
симĕс кайăкдиал. дятел

мирт

мирт (кăнтăрти ĕмĕр симĕс йывăç)

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

автопасар

ç.с. Автомобильсемпе тата вĕсен саппас пайĕ-семпе сутă тăвакан вырăн. Автопасарсенче малтан 5 пинпе — аванах «Москвич», вуннăпа — «Жигули» туянма пулатчĕ. ÇХ, 1998, 46 /, 3 с. Çĕмĕрле хулинче вĕсем [пасарсем] виççĕ таранах — «Тĕп пасар», «Симĕс пасар» тата автопасар. Х-р, 3.08.2000, 2 с.

ачапча

п.в. 14—16 çула çитмен ачасем; ача-пăча. Çуралтăр хурт кĕшки пек ачапча... П.Хусанкай, 1968, 68 с. Ачапча пек савăнать симĕс тумлă тĕнче. Н.Петровский, 1974, 8 с. Тĕлĕнетĕп эпĕ хамăр халăхран, президента ачапча шайĕнчи çынна (...) та суйлама хатĕр. Н.Исмуков //Х-р, 21.07.1992, 3 с; Я-в, 1992, 4 /. Ачапча ачапчах ĕнтĕ вăл, ашкăнасси, алхасасси унтах. Л.Мартьянова //Т-ш, 1999,10 /,8 с. — ачапча вăййи (А.Афанасьев, 1985, 98 с.); ачапча тетти (Г.Айхи, 1990, 34 с.); ачапчалла хăтлан (Ю.Артемьев, 1991, 7 с.); — ял ачипчи (М.Сениэль, 1990, 140 с.); чăваш ачипчи (ÇХ, 1999, 9 /, 12 с.). — Егоров, 1936, 69 с.; Егоров, 1954, 21 с.

иномарка

ç.с., калаç. Ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл автомобиль. Ывăлне ют патшалăхра туса кăларнă автомашина туянса панă (студент пуçпа иномаркăпа катаччи чупма кашниех пултараймĕ ку вăхăтра!). К-н, 1999, 3 /, 4 с. Иномаркăсем ун чухне тĕп хулара та сайраччĕ. ÇХ, 1999, 42 /, 8 с. УАЗ тиев автомашини симĕс «иномарка» çумне лачах пырса çапăннă. А-д, 17.12.1999, 1 с. Аран-аран сывлакан предприяти директорĕ те иномаркăпа ярăнса çӳрет. Х-р, 10.10.2000, 4 с. — чаплă иномарка (ÇХ, 1999, 4 /, 2 с.; 49 /, 12 с.); вăрланă иномарка (ÇХ, 2000, 34 /, 4 с.); — иномарка хуçи (ÇХ, 1998, 44 /, 8 с.); иномаркăна чар (ÇХ, 1999, 49 /, 12 с.).

кетчуп

ç.с. Техĕмлетнĕ томат соусĕ. Сыпă хытă ан ыраттăр тесен ирсерен пĕр чей кашăкĕ горчица е кетчуп çийĕр. С-х, 1999, 1 /, 1 с. Санкт-Петербургри «Çăлкуç» предприяти хатĕрлекен «Старпом» кетчупа ... сутма чарнă. Х-р, 16.08.2000, 3 с. Кетчуп хатĕрлеме ... помидор, симĕс пан улми, сухан илмелле. Т-ш, 2001, 34 /, 12 с.

киви

ç.с. Кăштăрка хăмăр хупăллă, çутă симĕс ăшлă, чăх çăмарти пысăкăш кăнтăр çимĕçĕ. Кивисене Çĕнĕ Зеландирен тиесе килнĕ, апельсинсем Израиль çĕрĕн сĕткенĕпе ӳснĕ. Х-р, 12.02.1997,1 с. Киви çимĕçе лавккасемпе пасарсенче тахçанах сутаççĕ, анчах та çынсем ăна питех туянмаççĕ. С-х, 2000, 6 /, 2 с. Хăш-пĕр çынсен киви çисен аллерги пулать. ÇХ, 2001, 14 /, 9 с. Кивие юн пусăмĕ пысăккипе аптракансен уйрăмах нумай çимелле. С-х, 2001, 34 /, 4 с.

предпринимателлĕх

ç.с. Предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ, ĕç пуçарулăхĕ; пуçару ĕçĕ, услам ĕçĕ, бизнес. Предпринимател[ь]лĕх производ-ствăна аталантарма, экономика ыйтăвĕсене татса пама май патăр. Х-р, 21.04.1994, 2 с. ЧР Предпринимател[ь]лĕхе пулăшу парас тата ал ăсталăхне аталантарас ĕç министерстви. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Предпринимател[ь]лĕхе симĕс çутă [Пуçелĕк]. Х-р, 11.09.2001, 1 с. — пĕчĕк предпринимательство (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); вак предпринимательлĕх (Х-р, 4.03.2003, 1 с.); — предпринимательство ĕçĕ (ÇХ, 1997, 49 /, 3 с.).

предпринимательлĕх

ç.с. Предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ, ĕç пуçарулăхĕ; пуçару ĕçĕ, услам ĕçĕ, бизнес. Предпринимател[ь]лĕх производ-ствăна аталантарма, экономика ыйтăвĕсене татса пама май патăр. Х-р, 21.04.1994, 2 с. ЧР Предпринимател[ь]лĕхе пулăшу парас тата ал ăсталăхне аталантарас ĕç министерстви. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Предпринимател[ь]лĕхе симĕс çутă [Пуçелĕк]. Х-р, 11.09.2001, 1 с. — пĕчĕк предпринимательство (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); вак предпринимательлĕх (Х-р, 4.03.2003, 1 с.); — предпринимательство ĕçĕ (ÇХ, 1997, 49 /, 3 с.).

предпринимательство

ç.с. Предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ, ĕç пуçарулăхĕ; пуçару ĕçĕ, услам ĕçĕ, бизнес. Предпринимател[ь]лĕх производ-ствăна аталантарма, экономика ыйтăвĕсене татса пама май патăр. Х-р, 21.04.1994, 2 с. ЧР Предпринимател[ь]лĕхе пулăшу парас тата ал ăсталăхне аталантарас ĕç министерстви. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Предпринимател[ь]лĕхе симĕс çутă [Пуçелĕк]. Х-р, 11.09.2001, 1 с. — пĕчĕк предпринимательство (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); вак предпринимательлĕх (Х-р, 4.03.2003, 1 с.); — предпринимательство ĕçĕ (ÇХ, 1997, 49 /, 3 с.).

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

симĕс

зеленый
симĕсрех — иззелена
симĕс-кăвак — сизый

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

бирюза

симĕс тĕслĕ хаклă чул. Пирвайхи пĕлĕчĕ, Миградж-наме каланă тăрăх, таса кĕмĕлтен пулнă, Абу-Гурейра çырнă тăрăх, çӳхе пăсран пулнă, Умгани тăрăх, бирюзаран (симĕç тĕслĕ хаклă чул) пулнă [Мухаммед 1912:7].

ешĕл

симĕс. Кумен улăхĕ шыв енчен тухса симĕс (ешĕл) курăкпа витĕнчĕ [Селивановский 1913:1].

явăç

ер. Вĕсем ерессе те йывăçа симĕс вĕтĕ пыйтă ерсен анчах явăçаççĕ (ереççĕ) [Яблонная 1915:3].

çитĕн

ӳс. Вăл ерсенех йывăçăн çӳлçисем типме пуçлаççĕ, çамрăк туратсем çитĕнме (ӳсме) чарăнаççĕ [Яблонная 1915:4]; Çамрăк калча пит хитре çитĕнет (ӳсет), вăрăм ану та сип-симĕс выртать [Поучения 1904:19].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

абажур

сущ., муж.
абажур, калпак (лампăн); лампа с зеленым абажуром симĕс калпаклă лампа

вечнозеленый

прил:. вечнозелёные растения ĕмĕр симĕс ӳсен-тăрансем

зеленый

прил.
1. симĕс, ешĕль; зелёный цвет симĕс тĕс
2. (син. недозрелый; ант. спелый) симĕс, ешĕль, пиçмен; яблоки еще зелены пан улми пиçмен-ха
3. (син. молодой, неопытный) симĕс, айван, ăс пухман; зелёная молодёжь айван çамрăксем ♦ движение «зелёных» «симĕссисен» юхăмĕ (экологи инкекĕсене хирĕç кĕрешекенсем)

изумруд

сущ.муж.
изумруд (симĕс тĕслĕ паха чул)

лук

1. сущ.муж.
сухан; репчатый лук пуçлă сухан; зелёный лук симĕс сухан; стрелки лука сухан пуши; дикий лук ыхрути; жарить лук сухан ăшала

муха

сущ.жен.
шăна; мясная муха симĕс шăна ♦ делать из мухи слона ытлашши ӳстер

нос

сущ.муж., множ. носы
1. сăмса; горбатый нос курпун сăмса; приплюснутый нос лапчăк сăмса; дышать носом сăмсапа сывла
2. (ант. корма) сăмса, вĕç, пуç; нос лодки кимĕ сăмси; нос самолёта самолёт пуçĕ ♦ нос повесить пуçа ус; за нос водить хайла, ултала; нос задрать сăмсана каçăрт; нос совать сăмса чик, сĕкĕн; носу не кажет яхăнне те пымасть; прямо под носом сăмса айĕнчех; оставить с носом чике таршшĕ ларт; нос не дорос симĕс-ха, айван-ха

стыд

сущ.муж.
намăс; ни стыда ни совести ним намăс-симĕс те çук

чай

сущ.муж., множ. чаи
чей; цейлонский чай цейлон чейĕ; плиточный чай хăма чей, тахта чей; зелёный чай симĕс чей; заварить чай чей пĕçер; пить чай с вареньем варенипе чей ĕç

щи

сущ.
множ. купаста яшки; кислые щи йӳçĕтнĕ купăста яшки; зелёные щи симĕс яшка

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сакăрвун

восемьдесят. Форма эта употребляется как опред. Ирч-к. Сакăрвон, восемьдесят. (Здесь употребл. изолированно). Завражн. Арăккасси Арçынкка Кĕркори кăвак та тăвать, симĕс те тăвать, сарă та тăвать, порнет (= порне те) тăвать; сакăрвон çолхи карчăка вон çичĕ çолхи хĕр тăвать. („Арçынкка Кĕркори“ был красильщик холста; эти слова он говорил о себе, — вероятно, когда собирал холсты в окраску). Тайба-Т. Сакăрвун пĕрмĕш. Орау. Сакăрвун пĕрĕмĕш. К.-Кушки. Сакăрвун саккăршер тенкĕ. Ib. Сакăрвун тăххăршер тенкĕ. КС. Сакăрвун пĕр (самостоят.).

сапак

(сабак), кисть ягод, черешок с ягодами. Альш. Щибач. Пĕр сапакне татса ил. Тюрл. Пилеш сапакки. N. Сапак, черешок, напр., у ягоды, черемухи (çупкăм — вся кисточка). Юрк. † Çĕмĕрт-йывăç сапакра, палан-йывăç чечекре. Хурамал. Сапак тесе пилешĕн пĕрчи ушкăнне калаççĕ. АПП. † Пилеш айĕнчен тухнă чух пилеш сапакки саланчĕ. Çутт. 145. Хурлăхан тĕммисем çинче çырла сапаккисем хĕп-хĕрлĕ пиçсе ларнă. Ала 62. † Хура шыв тăрăх çĕмĕртлĕх, сапакне тая лараçке. || Кисточка. Юрк. † Тăваткăл кӳме — сарă кӳме, тăватă кĕтессинче тăватă сапак. || Стручек. N. † Ешĕл сапак мĕшĕн, ай, ешĕл-ши, çамрăк ĕмĕр мĕшĕн те, ай, кĕске-ши. Бур. † Арпус чечек мĕшĕн шурă-ши, ешĕл сапак мĕшĕн ешĕл-ши? Тюрл. Сапак, стручек. Ib. Пăрçа сапакки. || Снизки. ЧП. Вуникĕ мерченĕн сапакки çук. Кĕвĕсем. Вуник пĕрчĕ мерчен сапакĕ çук. Янтик. † Сакăр пĕрчĕ мерчен сапаксăр, пирĕн çамрăк пуçсем телейсĕр. Кĕвĕсем. Симĕс сапак хушшине ӳпке-мерчен ан тирĕр. См. ӳпке-мерчен. || Назв. бус. К.-Теняк. Изамб. Т. Сапак, какое-то украшение. МПП. Сапак, зеленый камень или бусы (украшенне). N. † Йывăçран сапак туни çук, ырă тумтир çумне хуни çук. [См. саяк]. || Петля у пуговицы (и вся пуговица?). МД. † Аçалă-амалă ывăл-хĕр кĕмĕл тӳме сапакĕ. || Membrum virile. Елле. Сапакки ĕçлемест. Non surgit, quasi praemortuum jacet m. eius.— Observare solent Tschuvaschorum feminae virorum suorum gravi aliquo morbo laborantium inguina; quae si matutinis languida atque inertia iacere videriut, invitabilis mortis signum id esse arbitrantur. N. Сапак тесе пĕчĕк ачасен тӳммине калаççĕ.

саппан

фартук, передник, запон (русск.). Якейк., Сохрон-й. Чертаг. Саппан, передник. Чаcти его на нижнем краю: хурта, кăвак чăнтăр, хĕрес кантри, симĕс куккăр. ЧП. Аппа, кăвак саппанна кӳртсе пар: Актай. † Умри саппан аккам пур, алăран курка ямарĕ, çавăнпа ĕссĕр пултăмăр. N. Саппан (саппун) харти, оборка на подоле и на плечах; саппан умĕ или саппан шӳлкеми, верхняя часть фартука; саппан çакки — мăйран çакмалли; саппан кантăри — пилĕк тĕлĕнчен сылтăм енчен çыхмалли.

сар-симĕс

желто-зеленый. Якейк. Масмак тунă чох валтан сар йăпăркипа туса тохаççĕ, каран симĕспе, иккĕшне пĕрле сар-симĕс теççĕ. N. Сар симĕс хăю сахатлăх (на час). (Сĕвек кĕперри).

сенкер

(сэнг'эр), голубой (цвет). Моркар. Сенкер тĕслĕ кĕпе (тотăр), цвета медного купороса. Юкр. Сенкер, цвет купороса. N. Сенкер кĕпе, голубая рубаха. СПВВ. ЕХ. Сенкер — шупка кăвак. Баран. 85. Сенкер чечек. С. Алг. † Куç харшисем хура, куçсем сенкер, кам телейне пăхса ӳсет-ши. Кильд. † Сенкер тутăр эп илтĕм, куллен-кунах эп çыхрăм. N. † Тиреесчĕ ал çыхи, сенкер тĕслĕ шăрçа çук. Кĕвĕсем. Пур пур шăрçи пур те пур, сенкер тĕсли пĕри çук. Ск. и пред. 8. Симĕс тукмак аллинче, сенкер сăнă хыçĕнче. || Назв. краски. Сред. Юм. Çипе сенкере чиктертĕм. (Пит кăвакартман кăвак çип).

сенкерлĕ

, имеющий голубой цвет, с голубым украшением. С.Тим. Пушмак çийĕ нухратлă, симĕс çĕлĕк сенкерлĕ (с голубым украшением).

сентĕре

(сэндэ̆рэ), сентре (сэн'д'рэ), полати. Ст. Чек. Баран. З5. Сана ик эрне сентĕре çинче выртасси çăмăлтарах. Ib. Хăçан лăпланĕç-ши, хăçан кăмакисем, сентĕрисем çине улăхса çывăрĕç-ши? Н. Айб. Сарлака сентĕре, полати. N. Сентĕре çинче пĕр çын ури усăнса тăнă. N. † Симĕс шăрçа сике-çке, сентĕрене çите-çке. А. Турх. Ачач 12. Унтан сентре çинчен пĕр вырăсла юрă кĕнеки „Песенник“ илсе, сĕтел хушшинче тек тĕлĕрсе ларма тапратрĕ. СПВВ. ЕХ. Сентре — ăлăхса выртма алăк патне çӳле мачча çумне хăма сарса тăваççĕ. СПВВ. КМ. Сентре = пулатти. || Полка. Трхбл., Абыз. Вута-б. Сентре, полки в избе. Орау. Сентĕре çинче ĕлĕк пирĕн купи-купипе чĕлсе хунă хăйă тăратьчĕ. Ib. Сентĕре — брусья 1) от печки к передней стене, 2) от печки к боковой стене, на нем держатся полати. КС. Сент(ĕ)ре (сэн’дрэ, гласная „ĕ“ почти незаметна), толстая доска, от улчупи к другой стене, куда ставят чашки; обыкновенно делалось в курных избах. См. сенĕре, сенре.

сеп

частица образования превосх. степ. от симĕс.

сеп-симĕс

очень зеленый. N. Хирĕ выртать сап-сарă, вăрманĕ ларать сеп-симĕс. В лит. яз. — сип-симĕс.

си

неизв. сл. Альш. † Симĕс çĕлĕк си çĕлĕк, сирĕн сие юратать. Хĕрлĕ çĕлĕк — тил çĕлĕк, хĕр-сăрие юратать.

силтерлĕ

с качалкой, на пружинах. СЧУШ. Виççĕмĕш: пуканĕ пĕчĕккĕ пулнă, симĕс силтерлĕскер — Мишуткан.

симĕс

(симэ̆с), зеленыЙ. Изамб. Т. Симĕс хăмаç-çип (базарные нитки из хлопчатой бумаги). Ib. Симĕс курăк (или: ешĕл курăк). ТХКА 74. Юр айĕнчен ыраш калчи сип-симĕс йĕшерсе тухрĕ. Якейк. Эп пӳрт лартас теп те-хе.— Е!.. Эс пӳрт лартиччен, шăнну (твоя кость) виттĕр симĕс корăк шăтĕ. Абыз. † Ĕçессĕм килет, ĕçессĕм килет, симĕс стаккан еннеле чунăм туртать (меня тянет к водке). Ядр. † Эрех черки — симĕс черке. В. Олг. Симĕсĕпех вураччĕ (жнут хлеб зеленым). Кан. Сĕлли вара август уйăхĕн вĕçĕнче те симĕс ларать. Чирикеево. Çӳл кĕлет умĕнче симĕс кашта. Собр. † Йăпăр-йăпăр Пăраски, симĕс кут Матрӳн. Сĕт-к. † Хора çони çĕмĕрлтĕр, симĕс пĕкки хуçăлтăр. Шишкин. Симĕс çатан — авнă топан, лар — çӳреме пит лайăх. Богдашк. † Симĕс çĕлĕк синкерлĕ. Никит. Калча хăйсен, таса тыррине акнă çынсен, шăкăл çăра ӳссе ларать; пăхма та лайăх: симĕс, тинĕс пек. СТИК. Купăста çине симĕс хурт ӳкнĕ. На капусте много зеленых червей. || То же, что симĕс коккăр. Симб. † Симĕс хутăрĕ кам кумат? С. Тим. † Симĕс пуснă тухьяна кам юратса тăхăнмĕ?

симĕс-кайăк

назв. птицы (иволга?). Кам. Враг. † Симĕс сата ларăттăм, симĕс-кайăк пулăттăм. || Шпанская муха. Сред. Юм. Симĕс-кайăк — шпанская муха; ăна ясарлатакан кайăк теççĕ. || В перен. знач. Пазух. Ай пуçана, пуç ыратать, симĕс-кайăк пуçран сăхрĕ, чарсам, чарсам, ай, кайăкна.

Симĕс кӳлĕ

назв. озера около села Ново-Якушкина, б. Самарской губ. Н. Якушк. Симĕс кӳлĕ: шыв çав кӳлĕре кăвакрах тĕслĕ, ăна вырăсла „Голубое море“ теççĕ. Çав питĕ тарăн; çынсем: унăн тĕпĕ çук, теççĕ.

симĕс-кăвак

сизый, зелено-голубой. Собр. Урлă-марлă кашта çине симĕс-кăвак çакса яр. Изамб. Т. Тĕкĕсем унăн симĕсĕн-кăвакăн та, пит илемлĕ. ЧП. Симĕсĕн-кăвакăн курăнакан çыру çинче аттепе аннен ячĕ пур. Тим. † Симĕссĕн-кăваккăн курăнакан, шурă супăнăн кăпăкĕ мар-ши çав? Ст. Шаймурз. † Симĕсĕн-кăвакăн курăнакан, супăнь кăпăкĕ мар-ши çав? Пазух. Çӳлте симĕс-кăвак вĕçкелет, кăлавине тиек кураймасть. Султангул. † Анкартисем тулли те кăвакарчин, симĕсĕн-кăвакăн та, ай, курăнать. Микушк. † Анкартисем хыçне шур юр çунă, йĕлтĕрпе çӳрекен пĕри те çук; патшанăн тумтирри симĕс-кăвак, ухатапа каякан никам та çук. Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çи-виттине симĕс-кăвакпалан виттертĕм. || Назв. ниток, употребляемых для узора. Н. Лебеж. † Çинçе пурçăн илтĕм çĕлеме, симĕс-кăвак илтĕм тĕрлеме. || В перен. смысле. Сĕт-к. † Симĕс-кавак коркаланă чыллай хунь ĕмĕрĕнче. Немало перевидал разных житейских невзгод, обстоятельств.

симĕс-сенкер

зелено-голубой. Ст. Шаймурз. † Иккĕ ех те хĕрри симĕс-сенкер.

симĕс çол

„зеленый год“, так называют голод 1921 г. Вомбу-к. 1921 çулхи выçлăх çола ,,симĕс çол“ теççĕ, 1891 çулхине „мăян çол“ теççĕ.

Симĕс

имя мужч., Семен? Кич-к. (Цив.).

синкерлĕ

(-гэ-), приносящий зло. Зап. ВНО. Синкерлĕ, бедовое. НИП. Уйăх хушши тунă чухне çуралнă çын синкерлĕ пулат; вăл ылханни çынна çитет, теççĕ. || Опасный, опасно. СПВВ. ЕС. Çĕлен-калта сăхсан синкерлĕ, усал, час тӳрленмест, теççĕ. Шарбаш. Чув. Сорма? Хачă-çĕçĕ синкерлĕ (опасно). Сам. 59. Çак синкерлĕ çул асаплăн чуна пăвса тăнă чух... N. Сивĕ-çăла пăрăнчен, синкерлĕ çумăрĕнчен асăнса кĕлтăвакан кĕлĕ. См. халăхăн вăкăр чӳкĕ. || Стюх. † Симĕс çĕлĕк синкерлĕ, кăвак çĕлĕк кăвакаллă.

сип

частица образов. формы превосходной степени. Барон. 91. Шывĕ (горной речки) сип-сивĕ, витĕр таса. К.-Кушки. Сип-симĕс, очень зеленый. Сред. Юм. Сип-симĕс, очень синий.

сирпĕт

(-бэ̆т), брызгать, плескать, ЧС. Хăшĕ витресемпе шыв йăтаççĕ, хăшĕ çуннă çĕртен кĕлтесене сирпĕтеççĕ. || Выгнать, выкинуть, разогнать. N. Сирпĕтсе кăлартăм. Выкинул. ГТТ. Сирпĕтсе кăларса ярăп. N. Вара эпир ерешмен каррисене таткаласа, ерешменсене сирпĕтсе янă пулăттăмăр. N. Учитĕлсем халăха вĕрентме тытăнкаланă: анчах вăл ĕçшĕн (за революционную пропаганду) вĕсене вырăнĕсенчен час сирпĕтнĕ (в дореволюционное время). || Разбрасывать. N. Чукун-çулсене таста сирпĕтсе янă (на войне). Чăв. к. Симĕс шăрçа сирпĕтрĕм, сентĕрене тивертрĕм. || Шевырять, отбросить. Çĕнтерчĕ 58. Кĕнчелине сирпĕтсе ярса. Толст. Халĕ эпир хытă пынипе лашапа урапана сирпĕтсе хăвартăмăр (отбросили). Трхбл. Мĕн çыпăçан? Ак сирпĕтсе ярăп! Что пристаешь? Вот швырну!

сис

(сис), чуять, замечать. Юрк. † Йывăç тăрри тапранмас, çил-тăвăла сисрĕ пулĕ. Чунăм-чĕрем ыратмас, çул каясса сисрĕ пулĕ. Ib. Çĕр çăташшĕ!.. Ку ырлăха сисменĕр (не к добру,) капла хăтланса çӳрет (безобразничает). IЬ. Хăй анăраса ун патĕнчен епле тухса кайнине те сисмест. Бгтр. Шыранă чохне асамçа аллинчен, сисеччен (незаметно), тĕк çине корак орине япăрт! кăларса пăрахрĕ. Изамб. Т. Упăшки те ăна сисмест. Б. Яуши. Вара ача питĕрнине сиссе аялтан тухма тытăнчĕ, тет. N. Сисменне симĕс - кайăк („так смеются над непонимающим“). Орау. Сисимарăмăр та, ара тухса карăмăр. Ib. Кинематогрăфăн картинкисем улшăннине сисме те çук, пит хăвăрт иртсе каяççĕ. Картины кинематографа быстро проходят перед глазами. Вопр. Смоленск. Çăмăр çăвассине сиссен, çырмари шыв иксĕлет. N. Çынна сисмен çĕртен вĕлерни (нечаянно). N. Ашшĕ-амăш сисиччен авланнă. Якейк. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Ib. Йăван çын сисиччен аланса прахрĕ (вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине çын та сисмерĕ. || Узнавать. Н. Карм. Пирĕн енчисем те пĕртик сисе пуçланă.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сухан

сохан (суhан, соhан, соҕан), лук. Вилĕ-яли. Çимĕçпе пĕрле тата камăн пурри симĕс сухан хывать. Сятра: соҕана с'ом п̚осс'изэ манн'а. Мой лук зарос сорными травами. Пшкрт; кӧр пэ̆р соҕан. Дай мне одну луковицу. Якейк. Эпĕр хамăр сохан йӳççи. Юрк. Ай-хай пуç ыратат, пĕр пуç сухан тупса парăр. Шорк. Сохан чĕрес, срывать самые крайние перья лука.

сăвă

(сы̆вы̆), песня, песенные слова. М. Сунч. Вара хăшĕ-хăшĕ ташлаççĕ, хăшĕ-хăшĕ алă çупса сăвăсем каласа тăраççĕ. Тюрл. Сăвăллă йорла-ха (со словами). ТХКА 94. Эпĕ сăввине пĕлмен чух, çеммине (мелодия, мотив) ярăнтарса юрлатăп. Якейк. Сăвăсене поринчен ытла хĕр-ачасам йорлаççĕ улахсенче, çулла, хурсам пăхнă чух, сорăхсам панче, тата ытти çĕрте те. Сăвă; вăл туй йорри мар, çăварш йорри, салтак, ĕçкĕ йорри мар, ăна ахаль йорă теме йорать. Сăвăра ăнланмалла мар сăмахсам нумай. Сред. Юм. Сăвă; йорланă чôхне каласа йорлакан сăмахсĕне сăвă теççĕ. || Особые песни. N. сăвă. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл ман пулă пач(ĕ). Пуллине хурана ятăм та, хуран мана çу пач(ĕ). Çуне çурта çутрăм та, çанталăк та çуталчĕ. Выртан каска хусканчĕ, ларакан йăвăç хумханчĕ. Çĕтĕк-çатăк тимĕрçи сиксе çапать тимĕрне. Ib. Утрăм, утрăм, умма тупрăм, уммине анчăка патăм, Анчăк мана пушă пач(ĕ). Пушипе çĕре çапрăм та, çĕр мана курăк пач(ĕ). Курăкне ĕнене патăм та, ĕне мана сĕт пач(ĕ). Сĕтĕкине чăпăка (курочке) патăм, чăпăка мана матяка пач(ĕ). Матякине учаха (= вучаха) ятăм: шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне кĕрех карĕ. Ib. Мулчи, мулчи мулахай, мăн мулахай — сулахай. Çӳлте çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе. || Стихи. N. Хĕл каçиччен эпĕ чăвашла тата пĕр тăватă пилĕк сăвă çырнă. || Мелодия песни. Альш. Елшелĕнче чăн тытăнса каланă чух икĕ сăвва килтерсе (на 2 напева?) каланине илтнĕ эпĕ. Ib. Тата эпĕ: „Пӳркелĕнче (Елшелĕнчен пĕр ултă-çичĕ çухрăм) кĕвве вуникĕ сăвва (вуникĕ тĕслĕ юрласа) кӳрсе калаççĕ“ тенине илтнĕччĕ. Турх. † Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă, мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест. N. Кĕвĕ сăввисем, юрă сăввисем. С. Айб. Хрутун, купăса алла илсен, пĕрре сĕрсе ячĕ, тет те, темиçе тĕрлĕ сăвă сассисем (гармоничные звуки) янăраса кайрĕç, тет. Тим. † Юрăра тĕрлĕ сăвă пур, сăвăра тĕрлĕ сăмах пур. Ячейк. Пире апи ĕçтерет, пирĕн сăвва илтесшĕн. Дик. леб. З8. Кăмрăк тăвакансем те ĕлĕкхи пекех юрлаççĕ; ача чух эпир çав юрă сăввипех ташлаттăмăр. Кĕвĕсем. Эй шупчăк, сарă шупчăк! Юррушĕн çеç юратмастăп эп сана: сăввушĕн те, кăмăлушĕн те юратап.

сăн

(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.

сăнчас

(сы̆нџ̌ас), поползень, птица из семьи дятлов. Шатра-к. (Татаркас. р.). Б. Олг. Сăнчас: хĕлле пӳрте кĕрет, шăнсан: тӳрчĕ куакрах, кăккăри хĕрлĕрех, сала-кайăк пак. Шибач. Сăнчас — симĕс (птица). Нюш-к. Сăнчас, хăрăк юман касса ярсан, çын умнех пырса хуйăр хушшинчи хурта çиет. Тата сăнчас мăйăра юман хуйри хушшине хĕстерет те, хуппине таккаса шăтарса, тĕшшине çиет. Сăнчас кĕсьерен пысăкрах. Сăнчасăн пĕсехи кĕсьенни майлах сарă.

сăх

(сы̆х, сŏх), клевать. Çамр. Хр. Çакăн пек çанталăксенче йăвăç турачĕсем ниçта сăхми вырăн юлми шăнса пăрланса лараççĕ. Сред. Юм. Чăх толă пĕрчи сăхать (клюет). Якейк. Чăх-чĕппи çăмарта шăнчен (= ăшĕнчен) тохиччен валтан çăмартая сăхать. N. Çавăнта сана вĕçен-кайăксем пыраканĕ пĕри сăха-сăха кайĕç. КС. Хур сăххăрĕ. Гусь ущипнул. Буин. Карташне кĕрсен, эпĕ ăна ятăм та, сăхасран хăраса часрах пăлтăр алăк патне чупса кайрăм. Изамб. Т. Çын вилет — усем çăхан пек сăхса илеççĕ (попы). || Кусать, жалить. Орау. Тутана шăна сăхса шыçтарчĕ. Ал. цв. 13. Чĕтĕресе кайса, чĕрине темĕскер сăхнă пек, йĕрсе ярать. || Рук. Календ. Прокоп. Урнă йытă çыртсан, çĕлен сăхсан, пĕр хăрамасăр часрах çыртни вырăнти юна çăварпа сăхса илсе, сурса пăрахас пулать. || Жечь (о крапиве). Тораево. Карта витĕр кăшкăртать. (Вĕтрен сăхни). || Давить гнид гребнем или двумя ногтями. N. Сăхмассерен пĕр-ик шăрка вĕлерет (гнид убивает гребнем). || Бить. КС. Вăл та пулсан пырса сăхатех. И он тоже бьет (о малосильном или ребенке в драке). || Делать отметку. КС. || Колоситься. Собр. † Ыраш пуçах сăхнă чух çара аллăн ан тытăр. Баран. 27. Ыраш икĕ эрне ешерсе ларать, икĕ эрне пуçах сăхать, икĕ эрне шăркине тăкать. || Вышивать глазки (об узоре). См. тĕрĕ. Нюш-к. Тĕрре сăхса тухман-ха, теççĕ. Вăл тĕрĕ куçĕсене симĕс, кăвак, чакăр, е хĕрлĕ лартса тухман тени пулать (отдельные участочки узора еще не вышиты). Якейк. Эп паян икĕ масмак сар симĕс сăхрăм (сар-симĕспе туса тохрăм). Сред. Юм. Сарлăх кăтай тĕрленĕ чôхне, тĕрлесе пĕтере пуçласан, варрисĕне пăртак чиксе тôртмалли йолсан: пăртак сар сăхмалли йолнăчă, теççĕ. || Сглазить, подумать или сказать о том, что кто-нибудь много ест или пьет. Орау. Такăш сăхса чыхăнтарчĕ, чыхăнса пĕтĕмпе антăхсах карăм (зашелся от кашля). N. Эсĕ сăхрăн пулĕ мана? (Говорит в шутку поперхнувшийся). СПВВ. Х. Сăхса пăхса тăрать çинине Сапăнсассăн, пĕри-пĕри сăхрĕ пулĕ, теççĕ.

сĕвем

(сэ̆вэм), нитка около метра в длину. Канаш. р. М. Васильев. Сĕвем — пĕр хăлаç çип. Чукалы. Сĕвем, четверть (шит). СТИК. Сĕвем, нитка длиной около двух локтей. Ib. Пар-ха мана пĕр сĕвем çип. (Не надо смешивать с „сум“). N. Сĕвемне çитерсен, çиппине шач! тутарса тӳлет. N. Тата вырăссем калаççĕ: халăхран пĕрер сĕвем çип — çарамас çынна пĕр кĕпе, теççĕ. Сред. Юм. Çиппе арланă чôхне сĕвемĕн-сĕвемĕн пĕтĕрсе арлаççĕ. Н. Седяк. Унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен çип параççĕ. Ib. Сĕвем — пĕр çип. Чуратч. Ц. Вара патша çак чăваша пĕр сĕвем пурçăн çип пачĕ, тет. Бгтр. Вилнĕ çын çинче панă çипсенчен пурте тан пулсан, çын час вилет, тет, тан пулмасан час вилмест, тет. (Вилнĕ çынна пытарса тавăрăнсан, пӳртре пур çынсене пурне те виçшер сĕвем çип парса тухаççĕ. Етрух. Вара çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлен çип вĕçĕмрен чăса-чăса пăрахаççĕ. ЧП. Сĕвем-сĕвем симĕс пурçăн. N. † Пурçăн сĕвем — вăрам сĕвем, пирĕн ĕмĕрсем пит кĕске. (Хĕр йĕрри). Юрк. Мăскал-мăскал сарă пурçăн, сĕвеме вăрăм килинччĕ.

сĕмĕс

то же, что симĕс. ЙФН. Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, сĕмĕс курăк хĕпĕртет.

сĕп

частица образования превосходной степени Якейк. Калча сĕп-симĕс (презеленый) шăтса тохрĕ. Ib. Олăхĕпех сĕп-симĕс корăк выртать. См. сип.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çар

не описка вм. сар? (желтый). Сорм-Вар. Çӳл юман, çӳл юманта пин турат, пин туратра пин куку, чăн тăрнче сар куку, лава (?) тесен култарать, симĕс тесен систерет.

çартлат

дребезжать, трещать. КС. Кĕсленĕн ука хĕлĕххи, каланă чухне кĕслене перĕнсессĕн, çартлатать или çарăнтлатать. Яжутк. † Хура тур лаши хартлатать, симĕс пĕкки çартлатать.

çемçе

(с'эмз’э), мягкий. N. Çемçе çĕр, мягкая земля; çемçе шыв, мягкая вода. Собр. † Çинче çырма, çемçе шыв, пурçăн хуттăрне йăтаймаçт. N. Ку кĕнеке çемçе, çи хурас пуль. Рук. календ. Прокоп. Çемçерен çемçе пĕçерсе тăрсан, çемçе çăкăра нумай çиетĕн (съешь), теççĕ. || Нежный. Ёрдово. Юр кайса пĕтсен, çĕр çине çемçе, симĕс курăк шăтса тухса, хура çĕре витсе лартать. НТЧ. Çемçе чĕлхе-çăварпа сана кĕлтăватпăр. Орау. Çемçетерех калани. || Слабый, хилый, вялый. СРВВ. Т. Çынсем час-часах калаçасса пĕр тĕрлĕ калаçаççĕ, тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ, пуринчен ытла çемçерех калаçакан çынсем çапла тăваççĕ. ЧП. Кăçал илнĕ çĕнĕ çын ĕçе çемçе пулайчĕ (не выдерживает работы). N. Ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен наян, çемçе ан пул. Бугульм. † Ырă та кинçĕм (хĕр ячĕ), ĕçе çемçе пулминччĕ. Лашм. Ĕçе çемçе пулмин лайăхчĕ (сноха). Янтик. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлăк пулайрĕ; йыснаçăмах çавă пур, ĕçе çемçе пулайрĕ. Ст. Чек. Çемçе ураллă, слабый, невыносливый (человек или лошадь). N. Çемçе куçли (слабый глазами) хисепĕ те çук, хăш-хăш килре çемйипе куçсăр. Календ. 1903. Сывă, таса куçлă çын чăваш хушшинче ĕлĕк сахал пулнă, хăшин пĕрте курмасть, хăшин кăшт анчах курать, çемçе куçли хисепĕ те çук. || Мягкость. Абыз. Куккăр туя кут çемçи (кăнчалаççи).

çеçен

красивый, цветистый. Кан. Çеçен курăклă симĕс хир. См. чечен.

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çи-витти

крыша, крышка, кровля, покрышка. Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çи-виттине симĕс-кăвакпалан виттертĕм. Такмак. Çак хуçанăн хапхи юпи чукун (вар: чукăн), çи-витти кĕмĕл, хуппи кĕленче. Туперккульос 21. Вырăн çи-виттисем çинче. Токшик. Çурт çи-виттисем çинчен тумласем юхма пуçларĕç. || Покрывало. Лашм. † Сар çу чĕрессисем, ай, сап-сарă, унăн çи-виттисем çӳçелĕ.

çинчен

вм. çийĕнчен — из. Çĕнтерчĕ З2. Кĕленче çинчен эмеле стаккан çине тăмлатать. Ала 16°. Атьăр часрах тухса тарар шыв çинчен, тенĕ (рыбаки). N. Эпĕ хам хаçат çинчен вуласа пĕлменччĕ, çынтан кăна илтнĕччĕ. Байгул. Эпĕ вăл кĕнеке çинчен пĕр сăмах хăвармасăр вуласа тухрăм. Альш. Ман ку сурăхсем çинчен хăшне пусмалла? ЧС. Вăл малтан кушилти çăмартасене сăват, ун çинчен кушил çĕклекене 25 çăмарта парат. || От. N. Вĕсемпе пĕрле киреметсене парне кӳме, е кĕлтума çӳремен; ку пурăнăç çинчен уйăрăлса çӳренĕ. || С, со. N. Сала-кайăксем анчах пĕр йăвăç çинчен тепĕр йăвăç çине вĕçсе çӳреççĕ. Моркар. Пăртак шăршласа пăхам ырнă çинчен (с устатку). || Через. ТХКА 91. Ваçли кӳме çине тăчĕ те, уй-хапхи çине урлă хунă кашта çинчен ялт сиксе каçса, çав кӳме çинех ларчĕ. Сам. 73. Чипер этем çинченех унăн чунĕ путланчĕ. N. Çурăм хыçне икĕ хул-пуççи çинчен туттăр çĕлесе çакаççĕ. Баран. 109. Çĕр ĕçлекен ĕнси çинчен темиçе тĕрлĕ вĕçен-кайăк тăранса пурăнать. N. Пор çӳллĕ çĕртрен сиктереççĕ, сапорсам çинчен, карлăк çинчен. || О, об. Сборн. по мед. Уйăрăм пичетлесе хăйсем çинчен тата уйăрăм кĕнекелле тунă. Регули 113. Ĕçлес çинчен онта поплерăм. Ib. 1095. Вăл ялан чăвашсам çинчен поплет. N. Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. Ст. Ганьк. Мĕшĕн шавлат çав халăх: чăн çинчен те шавларĕç, суя çинчен те шавларĕç. Кн. для чт. 56. Эпĕ сан çинчен пит усал тĕлĕк куртăм. || По (чему). N. Тинĕс çинчен утса пыр. Çутт. 54. Тин çунă юр çинчен киле кайрĕç. || По, за (сколько). N. Вăтăр тенкĕ çинчен. N. Тенкĕ çурă çинчен, по 1½ руб. N. Ку сĕлĕ пирĕн аллă тăххăр çинчен кăна кайрĕ. Мы продали этот овес всего по 50 коп. N. Çăнăхне хăй 1 Т. 80 пус. çинчен илнĕ пулнă, парасса 2 Т. çинчен пачĕ. N. Сысна аш 2 пус çинчен сотат. N. 600 тенкĕ çинчен. Кан. Улăмне торки туса 4 тенкĕ те 10 пус çинчен сутрĕç. Альш. Çитмĕл пилĕк пус çинчен килĕшрĕмĕр (сторговались за 75 коп.). Арзад. 1908, № 42. Кăтюк инке пасарта çăмартине 2 пус çинчен 10 çăмарта сутнă. || Над. N. Куç çинчен пульăсем вĕçеççĕ. Сюгал-Яуши. Сасартăк пирĕн ял çинчен хура тĕтĕм тухрĕ. || По случаю. Тогаево. Пĕр çĕре пыçтарăнса ĕç пĕтернĕ çинчен ĕçрĕç. Микушк. Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ. || При наличии. Чув. пр. о пог. 320. Аслати юр çинчен авăтсан, тырă пулмаст. Если гром гремит на снегу, урожая не будет. || Сверх, того, кроме того; сверх, в придачу. Чăв. й. пур. 25. Яккуне, çинчен укçа парсах, ратнике панă. Илебар. † Кĕштеклĕх те памасан, çинчен хамăр парăпăр. Регули 1529. Вăл пире ĕçтерчĕ, çитарчĕ, çинчен (çинчен тата) прер сом окçа пачĕ. Изванк. Тата çинчен ăштрав тутараççĕ, тата ăристанскине хупса лартаççĕ, N. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ, çинчен (çийĕнчен) окçа пачĕ (сверх того). N. Пĕтĕм чун çĕкленсе каять. Ĕçлес мар çинчен ĕçлес килет. N. Пĕрре çапла тӳленĕ çинчен тата качака путекки парса янă. N. Тӳлев çинчен, сверх платы. || Поверх. Изамб. Т. Халат çинчен симĕс пиçикки çыхаççĕ. Утăм 20. Кĕпи çинчен жилеткă. ТХКА 50. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Альш. Çак хыçрисене пĕтĕмпе сукна çинчен кăларса яраççĕ (части украшения, висяшие на спине, выпускают поверх кафтана). || N. Эпир вăрçас çук çинчен мĕншĕн эсĕ çавăн чухлĕ халăха кăлăхах тертлентеретĕн? N. Ăна шанса пурăннă çинчен эпĕ аптăрамăп.

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

çимĕç-сапак

искажение, вм. симĕс сапак. Юрк.

çиçĕмлĕ

с молнией. Собр. Симĕс пăван тухсан, çиçĕмлĕ çăмăр (гроза) пулат, теç.

çих

(с’их), только. Моркар. Эсрелĕн шăмми çих йолнă. N. † Симĕс яххăнт темелле: йăлтăртатса çих тăрать. См. çиç, çеç, çех.

çул

çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

çунат

çонат, крыло(-ья). Ст. Шаймурз. Кайăк-хур çунатне кассассăн, çитмĕл çиччĕ илме юрать, тет. Икково. Çонатту, твое крыло. Пазух. Икĕех те çунат тăвăттăм, вĕçсеех те пырса курăттăм. Альш. † Чĕкеçсем вĕçеççĕ çӳлелле, çуначĕ тĕпĕсене хытарса. N. † Аннен хĕрĕ полаччен, шăнкăрчă чĕппи полас мĕн, çонат çапса йорлас мĕн. (Хĕр йĕри). || Плавники (у рыбы). Юрк. † Шурă Атăлпа пулă ишет-çке, çуначĕсене шыва хумасăр. N. † Атăлта шур пулă ишет-ĕçке, икĕ çуначи юлат каялла (вар. çуначине шыва хумасăр). Чертаг. Çôнатти (с’онаττиы), боковые плавники рыбы. || Листья (капусты). Мусир. † Йăран-йăран купăста, хура çунатне усса ларать. N. † Пахча кăна пахчала, шур купăста çунатсене хуçмасан, пуç пулмаç. Пахча çич. 4. Купăста виçĕ çуната ларсан, ăна куçарса лартма юрать. || Крестообразная часть вороб. Юрк. Арăм йывăççи çуначĕ. || Карниз строений. Б. Яныши. Çорт çонаттисенчен томла йохать. Слеп. † Кăвик-кăвик кăвакарçăн, ыр çын сарай çонатти айĕнче. || Помощь, подмога, опора. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем, çунатăмсем, тата тепре куриччен йĕр те тӳс. Рак. † Тăванăмсем, çунатăмсем, çул кăтартса кăларса ярăр-и, кил тĕлне лайăх тупмашкăн. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ, тăванăмçăм, çунатăмçăм, тепре курса калаçиччен йĕр те тӳс. || Отвод (саней). Н. Карм. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас! Шел. 166. Темĕн чухлĕ сип-симĕс çунатсемпе витĕнеп. (Гов. „хĕвелçавнăш чечекĕ“, т. е. цветок подсолнечника). || Крылья мельницы. Шибач. См. арман. Якейк. Çонат вала çаврат. М. Тӳпт. Çонат чос, доски крыла мельницы. || Нарост на ногах лошади. Курм. Лаша орисенче, пĕрер кашнĕнче, пĕчик муклашка пак хăпарса тăраççĕ, вăсана çонат теççĕ.

çуртăри

çортăри (с’орды̆риы), çуртри, çортри, яровой хлеб. В. Олг. Кĕрконне тырă пĕтерсессĕн анкартине кӳртетпĕр, çортăри анĕ (= авăнĕ) çапма тапрататпăр. Çармăс. Çуртри, яровое; çуртри пусси, яровое поле. Собр. Тул куклийĕн ăшĕ кăмпа, çуртри куккăлийĕн ăшĕ тăпăрч. N. Ыраш кĕлтине çуртри çине кайччен (sic!) кӳркелесчĕ. Ерк. 46. Çуртри калчи ав майĕпе шăтса тухрĕ сип-симĕс. N. Мĕле, çортри вырса поçтартăр-и?

çӳп

частица образования превосходной степ. от прилаг., начинаюшихся на çӳ. N. Çӳп-çӳхе, претонкий. Сбор. Çӳп-çӳп çӳхе, çӳп-çухе, шалти шурă, тулашĕ симĕс. (Отгадка не приведена). Изамб. Т. Пӳрне пек çăка патаккине çӳп-çӳхе татаççĕ (на тонкие кружочки).

çĕнтер

(-дэр), победить, одолеть, побороть. Истор. Анчах Александр шведсене çĕнтернĕ-çĕнтернех (все-таки победил). N. Хамăрăн çĕнтернĕ пек пулнă. || В перен. см. Сборн. по мед. Ачасенчен хăшĕ-те-пулин чирлесен, вăл ăна, чирĕ ытла çĕнтериччен, им-çам парать. || В качестве вспом. гл. Сиктер. † Леш ялсенĕн хĕрсене каччă пусса çĕнтернĕ. || Забить (на сдовах). Орау. Çĕнтерсе хупласах хучĕ (забил словами не дал и пикнуть), леш ним те чĕнимарĕ. || Эльбарус. Хальччен çĕр, шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ; анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕр мулча

, çĕр мунча, земляная баня. N. † Чăнкăр-чанкăр симĕс витри, çĕр мулчаран тухнăскер; ай, акиçĕм, хĕрĕçĕм, улах пӳртĕнчен тухнăскер. (Ĕçкĕ йори). СТИК. Çĕр мунча — çыран аяккине чавса тунă мунча. Ун пек мунчан тăрри çĕрпе тан пулат, пĕр трупи кăна тăратса тăрат. Туй. † Ах, йыснаçăм, йыснаçăм! Ашшĕ килнĕ тупмасăр, çĕр мунчара çер каçнă!

так

(так), сл. неопред. значения. Т. II. Загадки. Так-так такана, симĕс кайăк пуçана. (Уçăм). Ой-к. Так-так такмак-çăм, такмак тулли укçаçăм. Пазух. Так-так, таюха, таюха та паюха. Мĕн вăрларăн, таюха? — Эп нимĕн те вăрламан, Нака така вăрланă! — Именух Анни, шăмми-шакки, пашшул ван. (Орфогр. сомн.). Чураль-к. Так-так таки мине вĕрен-сӳрен. (Чăхă сĕлĕ çини. Орфогр. сомн.). Якейк. Так, так татка пичке, торат татти Миколи. Вик, вик, вик человек, çмарта вăрри Левентти.

тал

прядь, пучок. Пазух. Симĕс те пурçăнăн талĕ; вăрăм, ан васка, тăванçăм, кун вăрăм. С. Тим † Салатник, салатник сар пурçăн, епле уйăрăлат-ши талĕнчен. Шемурши. † Çимĕç пурçăнăн талĕ вăрăм.

танлă-пиçен

назв. раст. Н. Карм., Ст. Чек., С. Тим., Тюрл. Т. VI. 24. Хĕрлĕ тавара, хут çинчи кĕлеткене, танлă-пиçене хăçан куç ӳкет, çавăн чухне тин (Çӳппия) куç ӳктĕр. (Заклинание). Кашк. Танлă-пиçен, раст. с очень жесткими комочками (у пиçен комочки мягче). Нюш-к. Танлă-пиçен, (очень колюч). Н. Седяк. Танлă-пиçен — кив ана çинче, ту хĕрĕнче ӳсет; йĕплĕ, хĕрлĕ, пысăк пуçлă пулать. Пазух. Çырма танлă-пиçенпе ĕмĕр симĕс ларсан та, выльăх пырса çиес çук. Рак., Кайсар. № 93. Танлă-пиçен. Хура ĕне кутĕнчи хурта тăк! Хура ĕне кутĕнчи хурта тăк! тесе, çак пиçене патакпа хĕртсен, ĕне кутĕнчи хуртсем тăкăнатьчĕç, тет (ĕни мĕн тĕслĕ, тĕсне каламалла). См. таллă-пиçен, тал-пиçен.

тапăртаттар

понуд. ф. от тапăртат. Paas. Ан тапăртаттар урăна (в др. гов. урупа). ТХКА 47. Туя кӳлçе кайса, тапăртаттарса, ташлатса, пуçа ывăтса, хӳрине тӳлесе, çилхине хĕрлĕ, симĕс, сарă лентăсемпе çивĕтлесе, туй халăхне тĕлĕнтермелле лашасем пулман та пирĕн. || Скакать. КС. Сутнă лаша киле тапăртаттарса килчĕ (прискакала). Яргуньк. Выртса йăванчĕ те, пĕр хуп-хура, тĕнчере çук лаша пулчĕ те, хула хушшинче тапăртаттарса çӳрет, тет. СТИК. Халĕ авăна харăс-харăс çапмаççĕ, тапăртаттарса çапаççĕ (не враз, а с перебором). || Пробирать (кого). Буин. 155. Тапăртаттарса илчĕ. Пробрал.

таракан

(тараган), таракан. Альш. Хĕрлĕ таракан, прусак; шурă таракан (çамрăкки); хура таракан, черный таракан; симĕс таракан, шпанская муха. Юрк. Шурă таракансем тухсан, сивĕ пулать. Ib. Таракан çăмарти (так и в Сред. Юм.); таракансем çуралнă вăхăтра мачча çинчен тем чухлĕ таракан çури ӳкет. N. Таракан эмелĕ, средства от тараканов. || Металлические украшения (поперечные перехваты) на поперечинах шлеи, имеющие вид как бы таракана. Так и в Тюрл. N. Кутлăх çинчи таракан (жестяные украшения). N. † Йĕвен çинчи йĕс таракан виç çухрăмран çуттарать.

Тарохха

(тар’охха), то же, что Таруна. Якейк. Тарохха, Марохха, Тарохха мана сорăх пач, сорăхне вакка ятăм та, вакки мана полă пач; поллине хорана ятăм та, хоран мана çу пач; çуне çорта ятăм та, çут-çанталăк çутăлчĕ. Çара котлă марисам кайла кайса колаççĕ; Уççи (Осип) арĕм уçасси, Ерми (Ермей) арĕм ересси, симĕс корăк шăтасси уççи лаши çиясси.

тасат

(-т), чистить, прибирать, убирать. Регули 1365. Кил-картине тасатсах тăр. Сятра. Симĕс корăк, ман орая тасат! тет. (Просительно: ман орая тасатай). О сохр. здор. Ун чух вара пӳрт лартма суйласа илнĕ вырăна тасатас-тасатасах пулать. Сред. Юм. Кил-карти тасат, убирать двор;. атă тасат, чистить сапоги. || Придавать лоск, бдеск. Сред. Юм. Атă тасат. N. Ку сăмавара тасатмалла. Этот самовар надо вычистить. || Вычищать (что откуда), очищать, удалять нечистоты. N. Вакон çоль çинчен йор тасатрăмăр. Мы очищали железнодорожный путь от снега. N. Кайран, вилнĕ çынна пытарсан, виççĕмĕш кунне ирттерсен, вăл шыва тĕпсакайĕнчен тăпри-мĕнĕпе тасатса кăлараççĕ. Виçĕ пус. 33. Тырăсенчен юлнă япаласене тасатаççĕ. ХЛБ. Ана çинчек вăхăтра шыва тасатаймасассăн, тырă пулассине ан кĕт. || Производить суеверный обряд очищения. Етрух. Пушалăстă, тасатсамччĕ! Хаклă тăрать-и вăл тасатма? тет. (Чăваш чирĕ). Ib. Юмăçа килне илсе кайса тасаттарни. Юмăçĕ тасаттаракан патне пырсан, хай çурштав эрехе пĕчченех ĕçсе ярать те, вара тытăнать тасатма ӳсĕр пуçĕпе. Вăл: акă епле тасататăп, тет: пур чир-чĕре кил ăшчиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана, уна вара суйлан пек тăвать. Усене суйласан, пĕр таса шурă тутăр çине çыхса хурать. Тата унтан вара юсман икерчне те савăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Унтан вара татах тепĕр хут йĕплĕ хул пĕр ывăç илет те, сакайне татах кĕрсе кайса, пур кĕтессене çапса шăлса тухать. Хăй сăмахне çапла калат: çакă килтен сире хăвса каларатăп; часрах тухса кайăр, тесе. Татах çӳле, пӳрте, тухсан та, пур кĕтессейрен çапса çӳрет. Çапла çапса пĕтерсен, йĕплĕ-хуллине тула илсе тухса, татах хуçи хуралтне уçса, çапла çапса шăлса пĕтерет юмăçĕ. Вара унтан, хуралчĕсене пĕтерсен, кил-картишне шăлан пекки тăвать. Çавă мĕн тĕттĕм çĕре çĕрĕпех тасатать! Унтан вара йĕплĕ-хуллине хапхаран тулашĕ енеле пăрахать тăкма кайиччен. Çапла вара юмăçĕпе хуçи пӳртне кĕреççĕ те, татах хатĕрлеç пĕчĕккĕ татăксем шурă тутăр, 5 тутăр татăкĕ: пĕрин çине çыхаççĕ ыраш çăнăхĕ, тата тепĕрин çине урпа çăнăхĕ, теприн çине кĕрпе, теприн çине тăвар çыхаççĕ, теприн çине пĕренĕкĕ, хур-кăвакал евĕрлĕ, çыхаççĕ, а çăвне пĕр чӳмлек катăкĕ çине илеççĕ; вара çав малтан хатĕрленисене, юсмансене, сакай çӳпписене пурне те пуçтарса пысăк тутăр çине çыхать. Вара юмăçĕ хуçине лаша кӳлме хушать; хуçи часрах йăпăр-япăр кӳлет те, хуçипе иккĕшĕ çав япаласене илсе, тата йĕплĕ хуллине те хапхан тулашĕ енчен илсе хураççĕ. Вара тăкма уя тухса каяççĕ. Çапла кайсан: пур парнепе тăкнине пĕлтерет, теççĕ, пур кил-ăшчиккинчи чир-чĕре, усала-тĕселе чипер тутлăх парнепе кăларса яраç, теççĕ. Парнесĕр тасатсан: выçăпа калех киле тавăрнать, тет юмăçĕ. Çапла вара тасатса пĕтерсе тавăрнсан, юмăçне хуçи татах питĕ ĕçтерсе ӳсĕртет те, леçсе хăварать киле. Ст. Чек. Тасатни тени — кĕл-туса çини. Сред. Юм. Тӳркиллие тасатса панă (дал жертву духу). || Уничтожать. Хăр. Паль. 11. || Шарккуне те пĕр самантра тасатса хучĕ (все сьел). || Украсть. Альш. Укçине те пăхат — укçине тасатнă-кайнă (украдены), тет. || Убрать (спровадить, убить кого). N. Ку япала манăн пупсене тасатма пултарĕ вĕт. Ведь этот субъект сможет убрать (спровадить) убитых мною попов. (Из сказки). || Регули 1366. Мана тасатсах исе карĕç. Синерь. Нӳхрепре пĕтĕм этем кĕлетки вакласа тасатса хунă, тет.

тенкĕли

трель (соловья). Шемшер. † Вăрман варĕнчи шăпчăк тенкĕли. Вĕл-вĕл тотăр Матрен пор, симĕс пиççи (вар. пиçхи) Микита.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тинĕс

(тин’э̆с, т’ин’э̆с), море. H. Шинкусы. Симĕс тинĕс, зеленое море. (Из наговора). Конст. чăв. Çĕр варĕнчи (= варринчи) тинĕс, Средиземное море. Хурамал. Тинĕс уттисенче вăрман пулать; çав вăрмансене кассан, юн тухать, тесе калать, тет. N. Вăл вырăн авал тинĕсех пулнă, тет, çавăнпа пĕчĕк кӳлĕ пек вырăнсем питĕ нумай. ТХКА 7. Тинĕс пек аслă çĕршыв пулсан та, çĕр ĕçне йĕркеллĕ ĕçлеме пĕлмесен, çĕр ĕçлени этем е усăллă мар вара. N. Пирĕн патăртан тинĕc курăнать (виднеется море). Ст. Шаймурз. Хĕрлĕ тинĕс пулса тăнă. N. Тинĕс хĕррине çитмесĕр аттăна ан хыв. (Послов.). К.-Кушки. Тинĕсре (в море) хурсем ишеççĕ. N. † Атăлпала тинĕс хушшинче икĕ матур йĕкĕт пурăннă, тет.

типшĕр

(типшэ̆р), сохнуть. Чăв. ялĕ. Çуркунне, çĕр типшĕрсенех, пирĕн енчи хĕрарăмсем урама пĕр-пĕрине типтерлеме пухăнса ларма юратаççĕ. Капк. Сăнăм кайрĕ типшĕрсе. О земл. Анчах малтанхи сухана ир тухни пит аван пулсан та, çĕр типшеречченех тытăнас пулмасть. Калашн. Типшĕрме çуралнă-им пирĕн çулçăсем? Ск. и пред. чув. 107. Симĕс вăрман типшĕрет унăн хĕмĕпе хăрса. Тюрл. Çол типшĕре пуçларĕ.

тирке

(тиргэ, т’ирг’э), браковать, брезговать. СПВВ. Тиркес, тиркешлес. Изамб. Т. Кĕрĕве тумлантарнă чухне ялан кĕрӳ япалисене тиркеççĕ. Ун чухне час-часах вăрçă хускалать. (Свадьба). Ib. Кĕрӳ кĕпи тăхăнтарсан, кĕпине тирке пуçларĕç: хĕршĕн тăхăрвун тенкĕ тӳлерĕмĕр. Эпир кĕрӳ валли кун пек кĕпе калаçманччĕ, терĕç. Орау. Тиркесе туса тăрать тата, пăх кирлĕ-им ăна тата. Еще брезгует (бракует). Какого еще ему чорта надо? Моркар. Тиркес = айăп топас, браковать. Чăв. к. Хура шăрçа çип тиркет, хăй хурине хăй пĕлмест. Торп-к. † Салтак, тесе, ан тиркĕр, салтак ячĕ йăвăр ят. N. † Тиркеймерĕм мăяна, каяймарăм савния. Сборн. по мед. Пысăкраххисем чĕлĕм туртма та тиркемеççĕ (не брезгуют и куревом, т. е. курят?). N. Çурт тăвакансем тиркесе пăрахнă чул, камень, забракованный каменьщиками. КС. Паян ăна темиçе хĕр те кăтартрăм, пурне те тиркет (все они ему не нравятся). Кан. Начар сывлăхлисене комиççи пит тиркет. ТХКА 54. Сирĕн вăрман çĕрĕнчи ялсене ытла тиркемелле мар та. || Воздерживаться; соблюдать (посты, праздники). N. Праçник-куна ĕç тиркес; хăй ят кунне тиркеççĕ, вăрлăх кăларма эрнекуна тиркеççĕ. Типĕ тытас тĕлĕшĕнчен те: сĕт-турăх тиркеп, теççĕ. В. Олг. Çĕн ойăхăн тиркетпĕр пер (= эпир) пӳртлĕх йӳç касма, карта тума, çăнăх артма (= авăртма). Собр. Çимĕк (scr. çимек) иртсен, пĕр виç-тăватă эрне çинче тиркеççĕ: тиркемесессĕн, пĕр-пĕр айăп пулать, теççĕ. Ягудар. Тип тиркемеçт (не соблюдает). Тип тиркет, Ib. Сĕт ярса парас-и? Тиркетне? — Тиркеп. Шибач. Тип тиркеместпĕр. СТИК. Эсир типĕ тытатра? — Çук, тиркемен! Хир-б. Эпĕ тата: типĕсене тиркетни? терĕм. — Мĕскерле типĕ? Эсĕ мана типĕ пурăнма хушатни? Ахаль те типĕ, ĕне çук. Ĕнесĕр пурăнма калатни? терĕ мана хирĕç. || Быть разборчивым в пище. Букв. Тиркекене тиркĕ тĕпĕ (поддонки, остатки) çакланнă (вар. тивнĕ), теççĕ. Сред. Юм. Тиркекене тирĕк тĕпĕ лекнĕ, тет. Кто брезглив, тому достается (попадает) худшее. || Соблюдать (диэту). N. Чирлĕ çынна апат тиркеме, мĕн çиме юранине çеç çиме хушаççĕ (велят есть с разбором). СТИК. Мана хвершшăл (фельдшер) çиме тиркеме хушрĕ: атту чĕрĕлеймĕн (не выздоровеешь), тет. || Разбираться (в чем). Кан. Ирнĕ-каçне тиркемесĕрех, сăмакун юхтарать. О сохр. здор. Ыраш тасипе таса маррине пĕртте тиркемест. || Разбирать, относиться разборчиво. N. Кунне пит тиркеççĕ: благовещение (çуна пăрахнă кун, йăвăр кун теççĕ, самый тяжелый день: в этот день будто и птица не роняет перьев) кунĕ ан пултăр, ытларикун ан пултăр. БАБ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине тиркемеççĕ (не разбирают, что делать раньше и что после): хăшĕ малтан аса килет, çавна тăваççĕ. ЧП. Йĕтĕн çиппи хĕç тиркет. N. † Симĕс пиçихи пилĕк хĕсет, мерчеи шăрçа çип тиркет. Кан. Тутар-и, ирçе-и — никама та тиркеместпĕр. N. Ака-суха çинче утсем пит ӳркенсен, телей пулмасан, малтан тухнă çынна тиркеççĕ. || Отвергать, пе принимать. N. Пирĕн парнемĕре ан тирке. НАК. Хăш чухне пĕр çын сапнипе силленмест те (жертвенное животное), çавăнпа: çын тиркет пулĕ, тесе, урăхне саптараççĕ (заставляют плеснуть на него другого человека). N. Эпĕ çыра пĕлмен çырăва тиркесе ан кӳренсем. || Критиковать, цензуровать. N. Кĕнекесем тиркекен ку сăмаха тиркемен (не забраковал). Суждение. Пĕр çыннăнне (только чужое) анчах курать, çыннăн лайăх маррине (нехорошие стороны) анчах тиркет. || Разбирать. N. Тиркĕсем, куркасем, хурансем, тенкелсем çунине-çуманнине пит тиркеççĕ вĕсем. N. Пирĕн конта 40 çола çитнисене тиркерĕç (проверяли, разбирали). || Задерживать. N. Хутсăр çынна тиркеççĕ (задерживают беспаспортных). N. Ни билет тавраш, ни кам мĕншĕн ăçта пурăнать, тесе, тиркес-тăвас çук. (Обьявление). || Расследовать, разузнать. Возм. Тиркес — ыйтса пĕлес, разузнать (какое-нибудь дело). Хорачка. Онта анатра порнаканьăсам торпас корса хăпараччă туалла, вăл Сăлттан патня çитеччĕ те, тиркеччĕ (чит. твргэччэ̆); Сăлттантан итеччĕ (єдэччэ̆): эс перĕн çĕр çинче ме кисе, конта порнатăн? Эс конти çын мар. N. Тем, пит аплах мар пек те?... — Тата ăна-кăна тиркесе пахса тăтăн. Не знаю, ровно бы (как будто) и не совсем так?... — (Ты) еще вздумал (меня) разбирать (браковать, брезговать и т. п.). || Проверять, наблюдать, следить. || Осуждать, судить. N. Çынна тиркесе калаçин пулман мар ĕнтĕ пирĕн. || Стесняться. N. Ăшра çапах вĕсенĕн çилли килет; май килнĕ чух хирĕç калама, е алла ӳкерме тиркесе тăмаççĕ.

тукмак

токмак (тукмак, токмак), колотушка. Янш.-Норв. Лапка айĕнче йĕпе тукмак. (Загадка: реnis). Ст. Чек. Алли тукмак пек шыçса кайнă. Ск. и пред. чув. 8. Симĕс тукмак аллинче. В. Олг. Атьăр тоя, атьăр тоя ватти-яшшипе, атьăр, арăмсам, ачи порĕ ачине илĕр, ачи çокĕ токмак илĕр. N. Йĕкĕрешсем тукмак пак ӳсеççĕ, тет Кулине. Пазух. Раккассисем туй халăхĕ — пăрахăç сăвай тукмакĕ. Якейк. 1) Вот токмакки, колотушка для забивания клина или топора; 2) чăмăр тôкмак — пир токмакки, тата кĕпесене, типсен, çапмалли токмак. VS. Юрк. Хĕрлĕ хĕвелпе типĕтĕпĕр, çăка тукмакĕпе çапăпăр (платок). || Валек для белья. Якейк. Кĕпе çума карăм та, хорăн токмак çорăлчĕ, хорăн кĕвенте хуçăлчĕ. СПВВ. МС. Тукмак — кĕпесем çапмалли, вутă çурмалли; тукмак — кашкăр: кашкăр тесен, кашăк пек çăмăлланать, теççĕ, тукмак тесен, тукмак пек йăвăрланать, теççĕ. || Язык колокола. КС. Чан токмакĕ, язык колокола. Т. II. Загадки. Чан токмакки, язык? || Гири у часов. Шибач. Часси токмакĕ, гирька. || Палка, которой бьют в барабан. Сорм-Вар. † Мучи кăркки шур кăркка, çапрăмăр та пăрахрăмăр, параппан тукмак турăмăр. || Нагайка. Бел. Гора. Ача кăмăлне килмесен’ вуниккĕпе явнă тукмакпа çурăм çинче вылятĕ (невесте). || Бедро, ляжка (птиц). Ау 188°. Автанăнне тукмакне касса илтĕм те, çисе ятăм. Орау. Чăх тукмакки. Ib. Чăххăн е алтанăн урисене, ашлă пулсан: ачана тукмакне парас, теççĕ. Сунт. Ĕлĕк чух унпала иксĕмĕр ĕçкĕ ĕçсе, алтан тукмакки çисе, итес уйăрса тавлашса пĕтнĕ. Сред. Юм. Алтан токмакки, верхняя часть ноги петуха. Бел. Гора. Астăвăр-ха йыснана, хур тукмакне сĕтĕрет. КС. Тукмак-пĕçернĕ кайăк пĕççине калаççĕ (ачана тукмакне парас, тиççĕ). N. Асатте пусрĕ ват лаша, мана пачĕ тукмакне. || Волк. Орау. Тукмак тесе кашкăра, йăвăрланса выльăха ан тытайтăр тесе, калаççĕ. Тогаево. Ялта токмаксем хăш çынăнне тыйха тытнă, хăшшăнне пру, хăшшăнне ĕне тытнă. N. Сорăх ывханĕ (= ылханĕ) токмака çитмест. (Послов.). Орбаш. Тукмак-кашкăр. || Тупой (о человеке). Юрк. Арăмĕ ухмах пулинччĕ, ачи тукмак пулинччĕ. N. Тиечукĕ те, тукмакĕ, пупăн ĕçне пĕлсессĕн, хăранипе хурланса вăл хушнине тумашкăн яхăнне те итлемен. || Прозвище человека. Ск. и пред. чув. 34. Акă сирсе халăха вĕçсе ухать сирпĕнсе Тукмак Петĕр çырă ача. || Яз. имя мужч. Именд.

тул

поверхность, наружная сторона, внешняя сторона. ЙФН. † Ай аки, Плаки, Исментĕр карти тулĕ, Чул-хула туллин туйăнчи. (Свад. п.). Сред. Юм. Пос толĕпе çавăрнса кĕтĕм. Чтобы не итти деревней, обошел ее. Етрух. Çапла вара пус тулĕпе алтса çавăрăнаççĕ. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем-чунăмсем, кĕрекĕрсем тулĕнчен сим юхать. Ib. † Тăвансем пыра пуçласан, тултан тула эп чăмăп [я буду все приближаться к наружной стороне (к поверхности воды?), т. е. не буду скрываться]. Якейк. † Ай ати, ай апи, толтан парса яратни, шалтан парса яратни. (Поет сестра невесты). ПНЧ 112. Çакă ялăн хĕрĕсен шĕвĕр сăмси толалла. N. Тулалла авăнчăк, шалалла авăычăк. (Кĕленче-курпун куçлăх, выпуклые очки). N. Тулалла-и, шалалла-и. || Пространство вне жилища. Шурăм-п. Кунашкал çĕре юрататăп, толтай кĕрес те килмест. Трехбл. Утне пăхан çулта выртман, çынна пăхан тулта выртман. (Послов.). Изамб. Т. Тулта каç пула пуçланă (стало вечереть). Орау. Тула пăхăр-ха, шăнтман-и кĕçĕр? Кĕвĕсем. Тулаях та тухрăм: эп тул куртăм, улмаях та чăпар та ут куртăм. ГТТ. Тулалла тухса кĕр. Выйди (на некоторое время) на волю, т. е. на воздух (напр., чтобы освежиться). Панклеи. Вăл тола карĕ те, онта ларса йолчĕ. Якейк. Эп тулта выртап. Я сплю на дворе. Ib. Эп тула выртап. Я лягу на дворе. Юрк. Эсĕ тула тухса кайсан, Митук вăрттăн çумарккана çыртарчĕ. Ib. Икерчине çулама тултан услам çăвĕ, арпус пеккине, çавракине, пысăккине, йăтса кĕчĕ (внесла). Дик. леб. 35. Йывăç тымарĕсем тулала туха-туха кайнă. || Рассвет, заря. Хурамал. † Ирхине тăтăм тулпалан (рано). Синерь. Тул çутăлса киле пуçларĕ, тет. Сĕт-к. † Тол çутăлса киле пуçласан, хĕрсем йорлаççĕ; тол çутăлса тол килет, тол колачи çас килет. Янорс. Ку кĕпер урлă каçсан, пĕр ту патне çитрĕмĕр, кунта тул çутăлса килчĕ. N. † Автан автать, тул çутлать, ал илер те уйрăлар. Моштауши. Нăмаях калаçса лармарăмĕр, тол çутăлса та карĕ. Б. Яуши. Тул такçанах çутăлнă, тет. N. Тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать. СТИК. Кĕлтене тул çутăласпарах тухса карăмăр. На возку снопов выехали еще до рассвета. N. Эпир вăрманта шăтаксем чавса лараттăмăр. Тул çутăлнă-çутăлманах австрисем пире тупăпа яра пуçларĕç. Ск. и пред. чув. 99. Тул çутăлас патнелле (около рассвета) тухать сарă яш ача. N. Тул çутăласпа эпир тăтăмăр. Юрк. Тул çутăлнăпа. Якейк. Эп йомах ярсах тол çутăлтартăм. До самого рассвета все я рассказывал сказки. Ib. Эпĕр калаçса ларсах тол çутăлтартамăр. Мы разговаривали вплоть до рассвета. || Погода. Чист. Аранçĕ тул çемçетесшĕн витнă. Пухтел. Тул ăшă пек-и? — Çук, ăшă мар тул. Ib. Тул ăшăта пуçларĕ; тул сивĕте пуçларĕ. || Верх, т. е. внешняя сторона платья. N. Ăшĕ-тулĕпе. || Корка (напр., пирога; противоположно ăш, начинка). Собр. Урпа пашалу тутлă тул, сăра салачĕ урпа тырри. N. † Сыснаш (= сысна аш = кокли тувас теттĕм, толне толăран тувас теттĕм (хотела). Якейк. Пирĕн хăта пит лайăх, толĕ çортри полсан та, ăшĕ тăпăрч полмалла (т. е. на вид невзрачный, но душою хорош). || Корка (переплет) книги. N. Эпĕ çĕр кĕнекене хыт тол туса хотăм (переплед). Н. Якушк. Хам вулакан кĕнекене симĕс тулĕпе туллаттартăм. (Солд. п.). || Обертка, покрышка книги. Сятра. Кĕнекее тол тытрăм (обернул). || В знач. послелогов: за... вне... СПВВ. Хапха тулне тухса пăхнă. Юрк. Хапрăк ял тулĕнче (за селением), шыв урлă. Регули 837. Кил карти толĕнче йолчĕ. || Больше. N. Çитермен е ватă выльăха епле вăйран тула ĕçлеттерен?

тулли

толли (туλλиы, тоλλиы), полный, наполненный до краев. Шинар-п. Сасартăк манăн атте кил-хушшинчен чупса кĕчĕ те, пӳртри тулли витрене йăтса туха пуçларĕ. N. Çавăнпа вĕсен çурчĕ те тулли курка пекчĕ. Янш.-Норв. Стел çине пĕр тулли витре сăра лартаççĕ. Собр. † Тулли хуран çаксассăн, нумай çиет тииĕççĕ. N. Шкулсем рурте, хурт вĕлли пек, тулли тăраççĕ. Кратк. расск. 15. Пĕр хăмăл çичĕ тулли тутă пуçах кăларнă пек. СТИК. Ку хĕрарăм тулли çӳрет (çак хĕрарăм тулнă, беременная). N. Кĕрӳсем тумланнă вăхăтра пӳртре кĕтсе лараççĕ, тулли япаласемпе, ĕçкĕпе (scr. ĕçтепе). N. Сĕтел çине тулли япаласем лартаççĕ. Юрк. Мĕн ĕçпе çакланасси-мĕнĕ, леш тĕнчере пурăннă чухне çынсене эрех ĕçтернĕ вăхăтра, кирек хăçан та эрехе шеллесе черккене нихçан та туллиех тултармастăмччĕ. Авă çавăншăн çакланмарăм-и, тесе калат, тет, хăй. Регули 1290. Толлиах толтартăм, толлиах виçсе пачĕ. Орау. Манăн çăварта туллиях шывччĕ, эпĕ нимĕн те калаçаймарăм. Янтик. Пӳлĕмĕнче кĕнеке тулли хăйĕн. N. Халăх хурал пӳрчĕ туллиех. ЧС. Çав кил-хуçийĕн авăн картинче тулли ăвăс ларат. || Полно. Якейк. † Орам толли сăран атă, ман сăран атă йолас çок, тăван ати йолмалла. (Солд. п.). N. Кĕлет тулли çĕр улми выртать, сакай тулли çĕр улми. БАБ. Пӳрт тулли ача, урай тулли путек, сакă тулли тӳшек. (Моленье „Чӳклеме“). Альш. Аннен ачаш чунĕ эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ эп, аслă пӳртĕн тулли эп. ЧС. Çулçа çăвар тулли тултара-тултара çие пуçларĕ, тет хайхискер. Сред. Юм. Ăсĕм патне пӳрт толли çын пырса толнă. У них полная изба народу. Ib. Çырма толли йывăç лартса тохна. По всему оврагу насажены деревья. Собр. † Пурçăн туттăр пуç тулли, пирĕн тăвансем куç тулли. Б. Олг. † Торта та толли тор лаши, тортин те тортмин хунь çинче, хорама пĕкĕ хоçăлмĕччĕ; ыраш хăмăл çуттипе киле пер çитрĕмĕр; çичĕ çохрăм вăрманне аран пер тохса çитрĕмĕр — атан атрĕ. Якейк. † Торта та толли хора лаша, айăм та толли хора çона, çонам та толли хора хĕр. Кубня. † Хура варлă тутăр, ешĕл çӳçе, çыхсан-çыхмасан та, пуç тулли. Савнă тантăш хура куç, курсан-курмасан та, куç тулли. N. † Аттепе анне кӳме толли, вырăсла пиçхи пилĕк толли, француз тотри мăй толли. ПВЧ. 126. Çийăм тулли пуставăм, квак пĕлт пулса шуçтăр-и? Абыз. † Симĕс пиçихи пилĕк тулли, пирĕн йăмăксам куç тулли. Ерк. 54. Пурçăн вĕçлĕ алшăли, икĕ сурпан пек ик енчен — парне çакрĕç пӳ тулли ула лаша çилхинчен. Бгтр. Куçăм тулли пичем пур, куçăм хыçне тăрсă юлчĕ. Ау 393°. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. N. ЧП. Ăйхăм килет пуç тулли. || Нагруженный (воз). ЧС. Тулли лав (полная подвода) тĕл пулсассăн. N. Теччĕ çулĕпе пире хирĕç тулли лав пырат. По тетюшской дороге едет нам навстречу нагруженный воз. || Груз, нагруженный воз. Курм. Толлипа каяççĕ. Якейк. Толлипа пыр (нагруженным возом, пошăпа — без поклажи). || Налитые бабки. N. Туллисемпе выляс, играть в бабки налитыми.

тумтир

томтир (тумдир, томд’ир’), одежда. Н. Cедяк. Çапла калаççĕ пирĕн енче тумтир çинчен: кивĕ пулсан та, шурă пултăр, теççĕ. N. Тумтир ăшĕ, подкладка. N. Ялти çамрăк вăйăра, çинчи тумтир хĕр çинче. Икково. Томтирру, томтирна, томтирăнтан. N. † Пакшанăн тумтирри симĕс-кăвак, ухатана каякан никам та çук. Пирĕн хĕрсем йăлтăр-ялтăр, хăтана килекен пĕртте çук.

тус пул

подружиться, стать другом. Кĕвĕсем. Ху сана кайрăм килмессе, симĕс тутăр илтĕм сутмасса, симĕс тутăра патăм — тус пултăм, ĕмĕрне пĕччен выртмасса.

тутлă

(тутлы̆), сладкий; вкусный. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерепет ларать. N. Улмисем (у антоновки) шултăра, çутă-симĕс, йăлтăртакан хупăллă. Тути тутлăрах уçă, эрех шăршиллă. N. Сим-пылне ĕçсен, ӳсĕр пулмалла, тутлă шерепетне ĕçсен, тутлă чĕлхе-çăварпа калаçмалла. Ой-к. Пичи пичĕке, хулхи тачăка, шӳрпи тутлă (смеются над „пичче“). Ёрдово. † Варăм-тона карăшĕ вăрăм корăк йоратать; эпир хамăр та çавăн пек, тутлă апатсем йорататпăр. Т. II. Загадки. Аллăм туни тăп-тутлă, йытта парсан, вăл çимест, кушака парсан, кушак çимест. (Тăвар). С.-Устье. Тутлăран тутлă мĕн пур? (Ыйхă). Кĕвĕсем. Вăратрăм, вăратрăм — вăранмарăр, сан ăйху манран тутлă иккен. N. Эпир кунтан кайсассăн, пылтан та тутлăрах пурăнăпăр. || Приятный (о запахе). Панклеи. Ман омра пĕр лайăх, тутлă шăршă кĕрекен çын тăрать. N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || В перен. см. N. Тутлă ырăлăхне кĕме тивĕçлĕ ту мана. Альш. Тутлă чĕлхе-çăвара пыл витмес. N. Асăнатăп, витенетĕп тутлă чĕлхемпе. Н. Лебеж. Спаççипă, атте, спаççипă, анне, тутлă чĕлхӳпе ырă сăмахна. Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. || Пресный. Собр. Тутлă тулă туна шăмми, тула хурсан йытă çимĕ. (Тăвар). N. Тутлă чуста, пресное. Яргуньк. † Пирĕн килемея юримасассан кукăль пак кукăрлĕ, тутлă тул пак хытĕ-ха. (Свад. п.). || Свежий (о капусте). Орау. Куккăль йӳç купăстаран турăр-и? — çук, пĕр виç купăста пуç пурччĕ те, тутлă купăстаран турăмăр. || Приятно. N. Эй юратнă тăванăмсем, эпĕ сирĕнпе пĕрле тутлă калаçнисене астуса асăнăрсам мана. || Сласть, сладкое. Истор. Тутла тутанса пăхсан, никам та йӳççе юратмасть. Сред. Юм. Тутла пăхать. Любит есть сладко. Шинар-п. Кам та пулин пĕрре тутла вĕренсен, тепĕр хут йӳççе пăхмаçть çав. Чураль-к. Турчăка тăринче тутли тăрĕ.

тухса лар

появляться, показаться. N. Çĕр сип-симĕс, чечексем тухса ларнă. Кан. Ултă кунтан çутă хăмпăсем тухса ларчĕç. Ал. цв. 8. Çакна шухăшласа илнĕ-илменех, сасартăк ун умне тĕрлесе пĕтернĕ, таса йышши хулăн кĕленчерен тунă кăрават тухса та ларать. Шурут-Н. Тухса ларчĕ. Выкатился на горизонт (месяц). || Выселиться за... Орау. Пирĕн ялта ял тулашнелле тата икĕ кил тухса ларнă (выселились).

тухья

тохья (тухjа, тохjа), назв. девичьего головного убора. Тогаево. † Пирĕн йĕвенни йĕвенле, пуян çын хĕрсен тухйи пек. Кĕвĕсем. Мăкшă симĕс тухьяна кам сăхланмĕ тăхăнма? ЧП. Вылямашкăн, кулмашкăн тухья пуçлă хĕр чипер. Альш. Пуçра тухья (ее части: тăрнашка, çамкалăх — карттус сăмси пекки). СПВВ. ГЕ. Тухья — хĕрсем пуçа тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Тухья, хушпу çумĕнче. Хушпăвăн антăрлăхĕ хыçĕнче яраписем, енчен-енчен виçшер ярапа. Ăна шăрçа тирсе тунă; вĕçне укçасем, 10—15 пуслăхсем, çакаççĕ. Тухьян антăрлăхĕ çумне малтан укçа 10 пуслăхсем, сапакалисен, пĕр шăрçа урлă çакаççĕ. Ib. Тухья вилли — начар тухья. Чăв.к. Выляма-кулма мĕн аван? Тухья пуçлă хĕр аван. ПНЧ. 130. Пуç çĕклейми тохьямччĕ, тыр акнă контă турĕç поль. N. Хĕрсем илемне мĕн курет, тухья-çуха пит кӳрет. N. Тухья тӳпи силленет, сулăк тенки çакмантан. Юрк. Тухья тăрнашки (тухья таврашĕнче), тухья шăрçи, тухья кăшăлĕ. Альш. Ахаттеçĕм, аннеçĕм, тухью хыçĕ курăнĕ, кĕрĕвĕ те курăнĕ, çапах мана çитеймĕ. Чутеево. Тухья хăлхи. Тăрнашки. Перед тухй’и увешивается сверху мерчен’ем. Сверху тухья унизывается мелкими стеклянными бусами (шăрçа). Ib. Тухья ум-çаккине алă çупки сарлакăш сăран е пир татăкĕ çине (чăн) нухрат çакса тăваççĕ; наверху мелкий нухрат, внизу крупный. N. Тухья ярапи пулать. С. Мокш. Тумли тумлат (капля капает), çĕре тимест. (Тухья ярапи). Шел. II. 41. Çĕмĕрт сапакисем пулĕç, тухья ярапийĕ пек. Ст. Чек. Тухья кăшăлĕ — тухья, с которой сняты деньги и бусы. || Назв. кишки около çĕр хурчĕ (книжки). Пухтел.

тӳ

узел. См. тĕвĕ. Б. Олг. КС. Вил тӳ, чĕр тӳ. Качал. Сик кукук, сик кукук, симĕс курăк пĕр укçа, вуник чана вăй вылят, тăхăр тӳме тӳ тӳлет.

тăкăс

(ты̆гы̆с), приторно-кислый. СТИК. Улма тăкăс. N. Халь тăкăс лекет (пища). || Плотный, тесный; плотно, тесно. Изамб. Т. Чиркӳре тăма тăкăс (тăвăр) пулат. N. Парне вырăнĕ çумĕнчи мăйракасем патне çитичченех тăкăс тăрса тухса праçник тăвăр. N. Хĕлле çул тăкăс пулсассăн, лашана йăвăр килет (сани плохо скользят по дороге по причине особого свойства снега). Календ. 1904. Юр вĕтĕ пулсан, тăкăс, хытă ларать, ун пек юр çуркунне час ирĕлмест. О земл. Вара шăтăка тин çулнă утта хытă, тăкăс таптаса тултараççĕ. Баран. 113. Тăмлă çĕр пит тăкăс, йывăр. N. Тăкăс тăпра, плотная глинистая почва. Костынев 68. Пуринчен ытла тач çыпăçса тăракан тăкăс тăпрана ытла тачкалла сухалама юрамасть. || Ровно. СПВВ. ВА. Пĕр тăкăс çуса тăчĕ. N. Йăкăш-якăш юхнă чух вĕçсе пырать симĕс хыс, çавăрăнса илнĕ чух пăркаланать пит тăкăс. || Неуживчивый. N. Тăкăс кăмăллă.

тăрăх-тăрăх

полосами. Изамб. Т. Каçанĕ çинче тăрăх-тăрăх симĕс. На спине ее полосы зеленые. || Полосатый. Утăм. Çийĕнче... саплăклă тăрăх-тăрăх шăлавар (полосатые штаны).

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хыс

назв. прежнего свадебного кафтана длиною до пят из зеленого сукна. В. Олг. Хорачка. Хыс, черный кафтан у женщин. Пшкрт. 1) Хора хыс, 2) симĕс хыс, свадебный наряд. Тюрл. Хыс, синий суконяый кафтан домашней работы. Сред. Юм. Хĕрарăмсен халатне хыс теççĕ (поддевка). Зап. ВНО. Хыс — çулла тăхăнмалли тумтир. Икково. Хыс — качча кайнă чохне ĕçлетсе парса янă томтир (суконный). Сĕт-к. Хыс — килти çăнтан тунă сăхман. N. Туй арăмсен симĕс хыс, хĕрлĕ çитти, алтутри. N. Уртса ячĕç хыçалтан симĕс хыссем пуставран. Собр. † Çийăм тулли кăвак хыс, сире халал тăвас çук, кăвак хуппи пултăр-и. Атман-к. Хурткуççи (ужовки) хыс хĕррине еретлесе çакса тухаççĕ. N. Çăтăк-çурăк сăхмая туй матки хысĕ тунăсем ( = тунă вĕсем).

хир супăнĕ

назв. растения, saponaria officinalis. Dianthus. Ст. Чек. Хир супăнĕ виçĕ тĕслĕ: шурă, симĕс, хĕрлĕ.

хирăçле

против, наперекор. N. Эсĕ ман сăмаха холхана та чикмерĕн, всё хирĕçле петĕн. Капк. Пĕр-пĕрне хирĕçле пуласшăн. N. † Пирĕнпе тантăш хĕрĕсем пĕри те пирĕнпе майлă мар, пурте пире хирĕçле. Сред. Юм. Пĕри сăмахласа тепри ôн сăмаххине пӳлсе пырсан, хирĕçле çиç персе пырать, теççĕ. Г. А. Отрыв. † Кăвакал кăвак, мăй симĕс, юхан шыва хирĕçлĕ, ай ати, ай апай, ялан пире хирĕçле. || В противоположном направлении. Сред. Юм. Утă çăлнă чôхне кôрăк пĕр еннелле тайăлнă полсан, корăк тайăлнă енчен çăлсан, хирĕçле персе тôхрăмăр, теççĕ. N. Хирĕçле пыр. || Ст. Ганьк. Шывĕ хирĕçле юхат-çке, çыранне йăвăр килет-çке. Султангул. Шыв хирĕçле юхминччĕ, хур çунатне хуçминччĕ; çичĕ ютта тухсассăн. Çамрăк пуçма йĕртминччĕ. || Противный (о ветре, о дожде). N. Хирĕçле çил тухнă. Юрк. Хирĕçле килекен çумăр пит вăйлă пулат. Изамб. Т. Сĕвене анса çитнĕ чух çурçĕр енчен хирĕçле вĕре пуçларĕ çил, ниçта кайса кĕмелле мар. || Враждебно. Никит. Эпĕ килес çул çинче икĕ айăккипе сар чечек, пурте хирĕçле пăхаççĕ; çакă уллахри хĕрсем пурте мана кураймаççĕ. ТХКА 26. Карчăка питех шанмасăр пурăнни — Совет саккуне хирĕçлерех пыни пулать пуль те вăл. Кан. Вăрçă хăрушлăхне хирĕçле. || Взаимно. Якейк. Эп паян Хĕлĕп ули панче хирĕçле вырмалла выртăм (в Ст. Чек. алулмаш).

хумхан

хомхан, волноваться. качаться. Ала 21. Улпут пынă çĕре карап шыв çинче хумханса çеç ларнă, тет. N. Инçе мар, çынсем çӳлелле ывтăнса каввисем курăнать. Çĕр хумханса тăрать чисти шыв пик. Çынсем тупă сассипе ăнтан карĕç. В. Олг. Йӳç ( = йăвăç) тăрри хомханать. А.-п. й. 65. Ма парăп эпĕ ана хамăн йĕкелĕмсене,— тет юманĕ хумханса. N. Çилпе хумханса ларакан хумăш. БАБ. Хăмăш çилпе епле хумханать, çавăн пек хумханĕ. N. Çурти çунать хумханса. N. Юпа пуçĕ çине çутнă çурти сывлăшпа хумханса еррипе çуна пуçласассăн... N. Ан хумхансем, тăрри, ан суллансам, çил ăçталла вĕрнĕ, пуçĕ унта. Сĕт-к. Хăмăшлăхра хăмăш хомханнă, хомханнине сисмерĕм. Чураль-к. Хурăн тăрри хумханĕ, хура халăх пуçтарĕ. (Урай шăлни). Хора-к. Кайăкĕ тăрса кайсассăн, холли йолать хомханса. Янтик. Эй хуп кĕпер, хуп кĕпер, хумханмасăр каçрăмăр. Кĕвĕсем. Çӳлĕ тусем çинче курнитса, унăн чӳречисем шăвăçнитса: çиллĕ-тăвăллă кун хумханать, хĕрлĕ хĕвеллĕ кун ялтăрать. Альш. Çӳл ту çинче горница, чӳречисем ешел кĕленче, çиллĕ кун хумханать, хĕвеллĕ кун ялтăрать. Çутт. 154. Йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм хупласа илнĕ, вĕри сывлăш хумханса çеç тăрать. Янш.-Норв. † Аслă улăхра куккук авăтать, хура вăрман çине янратать, хура вăрман çине янратнипе ялти ватă-вĕтĕ савăнать, ялти ватă-вĕтĕ савăннипе сăпкари ача хумханать (качается). || Колыхаться. ГФФ. -† Куккук алтать, поçне охлать те, хорăн тăрри хомханать те, симĕс çулчи тăкăнать те. Кукушка кукует, кивает головою — макушка березы колышется, и падают зеленые листья.. ГФФ. † Орам хошшинчи йăмрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. || Грациозно двигаться; веселиться, радоваться. С. Тим. Пуян кинĕ пулайăттăм, кĕреке умне тăрăттăм, кĕреке илемне кӳрĕттĕм, хурăнташсем умĕнче хумханайса çӳрĕттĕм. Рак. Çинçе пĕвĕм, хура куçăм, хумханĕ-çке çичĕ ютăн киллĕнче. Сред. Юм. Хура вăрман ăшĕнче çамрăк хурăк хумханать; хура хăлăх хушшинче çамрăк пĕвĕм хумханать. N. Айхай çинçе пӳçĕм, айван чунçăм, хумханать-çке ырă çын умĕнче. С. Дув. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханать, вăйçи маттур каласан, тавтăш чипер хумханать. Альш. Мĕшĕн савăнас мар, юрлас мар? Тăванăмсем тăраççĕ хумханса. Ib. Эп юрламасан, кам юрламалла: тавансем тăраççĕ умра хумханса. Н. Лебеж. † Выльăр-кулăр, терĕ вăл; вылянатпăр тьыха пек, хумханатпăр хăмăш пек. Бюрг. † Тăванлă çынсем хумханĕç, пирĕн пек тăлăх туратсем хурланĕç. Тайба-Т. Тăвансем пурри хумханать, тăван çукки хурланат. Юрк. Хурăнташлă çын хумханать, хурăнташ çукки хурланать. Пазух. † Туй варринчи туй ачи уçă сассипе ян ярать, ют çыншăн мар хумханать, хăйĕн варлă хĕрĕшĕн. Юрк. Сатра шăпчăк ян ярат. Вăл сирĕн пек юрламас, тепĕр шăпчăка чĕнмелле те, хытăран хытă юрлат вăл; туй варринчи туй ачи уçă сасси ян ярат, ют çыншăн мар хумханат, хăйĕн варлă арăмĕшĕн. Сред. Юм. Посра тырпôл полсассăн, ялти халăх хôмханать (веселится, движется). Альш. Хурăнташлă çынсем хумханмĕç, хурăнташсăр çынсем хурланмĕç. || Слегка горевать, беспокоиться, волноваться. Синерь. † Çакă çынăн хăнисем киле каясшăн хумханаç. N. Хăмла çырли хумханать, пирĕн хумханасси пĕтес çук. Ск. и пред. чув. 26. Юлан утпа хĕр каять, йĕрсе юрлать хумханса. N. † Амăшĕнчен хĕрне уйăрсассăн, ашшĕ-амăшĕ юлчĕ хурланса, ăратни-ăрăвĕ юлчĕ хумханса.

хупăрлан

покрыться, закрыться. Хăр. Поль. 32. Урисем йĕпе тăмпа хупăрланнă. Çутт. 81. Паян тĕнче урăхланнă, шурă тумтир тумланнă симĕс калча хупăрланнă. Сред. Юм. Çанталăк хупăрланса çитрĕ тесе хĕвел курăнми пулсан, çăмăр пĕлĕчĕ пур енчен те хупăрласа илсен калаççĕ. Кан. Хура пĕлĕтсем тискерĕн хупăрланса килсе пĕтĕм çанталăка хупăрласа илеççĕ. || Спрятаться. Т. II. Загадки. Пĕр сăпка айĕнче тăваттăн пĕр тăван çăмăртан хупăрланса лараççĕ. (Ĕне чĕччисем). || Прижаться. N. Пĕр кĕтесре хĕсĕнсе хупăрланса тăратпăр. || Орау. Мĕн кунĕпе пуртре хупăрланса ларатăр. || Собраться. Хорачка. Выльăхсем лăка хопăрланса тăраччă (поçтарăнса).

хурлăх

хорлăх, горе, печаль. ГФФ. † Саркаланма сар кĕрĕк, поçтарса çыхма симĕс пиççи; ят çĕклеме яштак пӳ, хорлăх корма çамрăк поç. (Авалхи юрă). Шуба желтой дубки на то, чтобы разгуливать вольготно, зеленый кушак на то, чтобы опрятно им подпоясаться. Моему стройному стану достались людские покоры, моей молодой голове — печаль и горе. (Из старой песни). Сам. 18. Ак халь урăх: иртрĕ хурлăх. ЧП. Ан хур, тăванçăм, пуçна хурлăха. || Обида, поношение, хула. N. Çын мăшкăлĕ, халăх хурлăхĕ пултăм. || Беда, несчастье, бедствие. N. Сунар. Ак тамаша, эпĕ сана çав тĕрлĕ пысăк хурлăхран (от беды) хăтартăм та, эсĕ мана çиесшĕн тата, тенĕ. Ib. Вăл ача пит ăслă пулнă, пĕчĕклех хурлăхне пĕтерме шухăшланă. Тяптяево. Курпун (конек - горбунок) каланă, тет: „Ан ил ăна (его, т. е. перо), илсен уншăн пит нумай хурлăх курăн“, тенĕ, тет. Баран. 15. Хурлăх кунсем килсе çитсен кама ӳксе пуççапрăн? Вир-ял. Ай аттеçĕм-аннеçĕм, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. Никит. † Алкум вĕçĕнче сăрлă юпа, мĕн хурлăхшĕн сăрланнă-ши. Ай аттесем-аннесем, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. (Солд. п.). Кан. Ачам-пăчамсемпе хурлăха ан хăвар. N. Хурлăх ятне çуралнă ывăлăр. Юрк. Çын хурлăхне тух (попасть в чужое бедственное положение. КС.). N. Тепĕр çул вăрçсан, питĕ хурлăх пулатĕ. || Гнет, страдание. ÇМ. Çут тĕнчере йăвăр хурлăх кам ытларах тӳснĕ? Ib. Ачаранпах хурлăх чулĕ мăйĕ çине çакнă. N. Кив мăшкăлран, хурлăхран ирĕклĕхе тухрăмăр. Я. У. Вăл çамрăк ĕмĕр пачĕ мана та халăха, çĕре çапçа антарчĕ, пытарчĕ хурлăха. || Мученье. Панклеи. Ĕлĕкреннех есрелĕ килменнипе хорлăх корса порнатпăр эпĕр, теççĕ. || Болезнь. Панклеи. Патша хĕр çичĕ çол хорлăх корса порнать, тем чол ăста чĕртме хăтланса, тем чол амал пĕтереççĕ те, çавах ним осă та полимасть. || Несчастный. С. Дув. † Хурлăханран хура çырла çок, пирĕн пек хурлăхлă çын та çук. || Трудно. КС. Вăл пӳлĕмре пит çырма хурлăх. Ib. Ĕçлеме хурлăх пулнă. N. Кунтан ĕçĕрнесси питĕ хурлăх. Хир-б. Çамрăкла тăна кĕмесен, ватăлçан тăна кĕме питĕ хурлăх. || Тяжело. Бес. чув. Ăна ку япала ытла йывăр пулнă. Ытла шел! Ытла та хурлăх, тенĕ Микулай хăй ăшĕнче.

хур-хăлăх

то же, что хурхуххи, желтый осот. Синер. Хур-хăлăх шупкарах симĕс, унăн тунинчен сĕт пек япала тухать, ăна урăхла хур-пиçен, хурхуххи, теççĕ.

хуç

хоç (хус’, хос’), ломать, изломать (вещи). Сет-к. Порт аврине темчол хăтлансан та авса хуçас çок. N. Суха-пуçне Хлимансем купăста йăрань сухалама илсе кайрĕç те, хуçса кӳрсе пачĕç. А.-п. й. 47. Тилли каялла çаврăнса пырать те, шĕшкĕ туя хуçса илсе, тытăнать кашкăра ăшалама. А лиса возвратилась обратно, отломила орешник, взяла волка за хвост и ну стегать его по спине. Ib. 103. Ирхине хĕр йĕке вĕçне хуçса илет те, ашшĕне парса çапла калать... А утром она отломила кончик своего веретена, подала его отцу и говорит... Ib. 69. Инке, аяк пĕрчи хуçатăн,— тесе кăшкăрать Пӳрнески кăвас чĕрес ашĕнчен. Аскульск. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчеи çĕнĕ урата хурайĕç. N. Тăрăс! тарас! тапар-и? уратине хуçар-и? уратине хуçсассăн авăспалан саплăпăр. Сиктер. Шывăн леш аякки симĕс хулă, хуçаймарăм ывçăм туличчен. N. Хветĕр арăмĕнне канчалаççине хуçса пĕтерчĕ те, вара кăнчалине унича алăк çине ялав çакрĕ. || Сгибать. К.-Кушки. Алă хуç. Самар. Хăшĕ унта ура хуçса ташлат. Тогач. Пĕр карташ сурăх мый хуçса выртĕ. (Кукăльсем). || Складывать. ГФФ. † Хосан çони хоçмала, хоçсан иккĕн лармалла. Казанские сани складные, если их сложить, можно сесть вдвоем. || Заломить (шапку). ЧП. Хуçрăм лартрăм çĕлĕкме. Собр. Туртнă çыхнă пилĕкне, хуçнă лартнă çĕлĕкне, хĕнемен çынна хăвармасть. (Милĕк). || Колошматить. В. Олг. || Изуродовать. N. Микуçа хăй арăмне халăх кĕлечĕ патĕнче çапса хуçна тĕлте çапса хуçна. Кан. Арăмĕн аллине çапса хуçнă. Изамб. Т. Кăна çăварĕнчен, самсисенчен юн киличчен хĕнесе хуçнă. || Ранить. N. Улпут сыснине улт сыснана петĕм хуçрăм та, пĕр кĕлет какай турăм. А.-п. й. 61. Анчах пĕр пĕчĕк вĕçен кайăк, темле ăнсăртран çунатне хуçнăскер, вĕçсе каяйман та, пĕчченех тăрса юлнă. || Юрк. Яшки пиçнĕ, хуçнă, пырас та çиес. N. Çав такана кăçалхи çул çав пирĕн ачанăн туйĕшĕн тытса пуснă, пиçнĕ, хуçнă, çак туй халăхшĕн хатĕрлесе хунă. || Свернуть. Якейк. Йăвана пĕр конта хуçса прахрĕ, темле осал чир полч (свернуло). || Разорять. Изамб. Т. Юрлăскере тата ытларах хуçса каять ĕнтĕ (разорит). Жатва. Вĕсем ниме юрăхсăр пукра пек, кирлĕ мар йывăç пек, тасисенех усал тăвасшăн пурăнаççĕ, кăлăхах тасисен пурăнăçне хуçаççĕ. Ачач 77. Пĕтĕм пурнăçа хуçса хăварчĕ вăл. || Огорчать. Альш. Ашшĕ-амăшне хуçаççĕ (умирающие дети). || N. Хĕрарăмсем сăмах хуçса калаççĕ (или калаçмаççĕ?) || Сăмахпа çапса хуçаççĕ. || N. Шывăн урине хуç = сивĕ шыва лĕп ту. || Плести (лапти). ТХКА 27. Пысăк, йăвăр çăпата хуçса парса тарăхтартăн мана. НР. † Пĕлтĕр хуçнă çăпатине тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Лапоть, начатый (который начал плести) в прошлом году, в этом году доплел я.

хутăр

моток, мотушка. Н. Седяк. Хутăр = авăрланă, хутăрнă çип. Кĕвĕсем. Кăвак хутăр хăш тĕлте? Пĕвевçĕ кашти хыçĕнче. ЧП. Симĕс пурçăн хутри. ЧП. Пурçăн хутăрĕ. N. Тăхăр хотăр анчах хотрăм. N. Хутăр шутлаççĕ ак çапла: тăватă пĕрчĕ (= сум), вăтăр сум (= вунă, 120 пĕрчĕ); хутăр пулать вуннăран пуçласа вунсаккăра çитиччен. N. Пирне вăрăм тăвас тесен хутăра икĕ кăшкар çине çăмхалаççĕ, кĕске тăвас тесессĕн виç-тăватă кăшкар çине те çăмхалаççĕ. Сред. Юм. Хутăр ӳкерес тесе, йĕке çинчен хутăруççи çине пушатса пĕтерсен, çиппине хутăруççи çинчен кăларса илнине калаççĕ. Ib. Хутăр хутрас тесе арланă çиппе йĕке çинчен хутăруççи çине пушатнине калаççĕ. Ib. Йĕке çинчи çиппе хутăруççи çине çăмхаласа илсен хутăр теççĕ. N. Хутăр, чĕр çиппе арласан кайран çăмхаласа тунă çип пăявĕ (авăрланă хыççăн). Собр. Чӳречĕрсем çинче кусуй çинче симĕс пурçын хутри хут çинче. Корак-к. Тутарпа мищер хутăрн. (Кантăрпа пуса).

хутри

то же, что '>хутăр'>хутăр (хутăр+ĕ). ЧП. Симĕс пурçăн хутрисем хут çинче. Собр. Ылттăн ука хутри хутăраттăн.

хӳре

(хӳрэ, х’ӳр’э), хвост. Оп. ис. ч. II. Тилĕ тус хӳри çине çиленет те, хӳрине çавăрăнса çыртма хытланса. Ку тилле анчăксем курах каяççĕ. Лисичка рассердилась на свой хвост и стала вертеться, стараясь его укусить. Вдруг лисицу увидали собаки. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). А.-п. й. 14. Ăçта каян, мулкач тус? — тесе ыйтать йытă кĕске хӳрелĕ мулкачран. Ib. 6. Кушак, кутăн тăрса, хурине чӳрече витĕр кăларать те кăшкăрать. ГФФ. † Торти толли тор лаши те, торти-çони çол майлă та, çилхи-хӳри çил майлă та. Гнедая лошадка сыта и красива, сани и оглобли по дорожке, грива и хвостик — по ветру. А.-п. й. 89. Çак сăмаха каласан, ĕне хӳрине илсе, утрĕ ерипен килне. Ачач 59. Ăна хăваласа та тытмалла мар. Анчах пĕр-пĕр хӳри тăрса юлать юлатех. Çав хӳререн ярса тытсан, таракан тĕлĕке тинех тытса чаратăн. N. Йытă пек хӳрисене пĕç хушшине чикрĕç. Орау. Пулли хурине вылянтарать. N. Пĕр шăшийăн ик хӳре. (Çăпата). КВИ. Çеçен хирте ыр утăм пĕр пĕчченех, йĕвенсĕр, сиксе çӳрет выляса, хăй хӳрине тустарса. Добрый конь в зеленом поле без узды, один, по воле скачет весел и игрив, хвост по ветру распустив. ЧП. Хĕрлĕ хӳре ăшĕнче симĕс хӳре илемлĕ. К.-Кушки. Хĕрлĕ ĕне хӳрине çаран çинчен тупрăмăр. Букв. 1904. Çитрĕ, тет те, хӳрене вакка чиксе ларать, тет. Сред. Юм. Хӳри кĕске тесе пит вĕлтĕрке çӳрекен çынна, шанăçсăр çынна калаççĕ. См. хивре. || Зады. Изамб. Т. Унти çуртсем пурте пĕр енелле, малти çуртсем хӳринелле пăхса лараççĕ. Ib. Çур урамĕ (половина улицы) хӳрипе (задами) урамалла ларать. || N. Тата ман хӳри мĕн пуплет ман çинчен. || Руль, корма на баржах, пароходах, лодках. Сред. Юм., Кашкар., Çутт. 154. Хӳре тытса ларакан старик. N. Çил-тăвăл вăхăтĕнче аптăракан хӳресĕр карап евĕрлĕ. || Хвост ветряной мельницы. N. Арман хӳри. Сюндюк. Хӳре тыт, направить мельницу. Изамб. Т. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрине пăраççĕ. Якейк. Хӳре пуçĕнчен канатăн пĕр вĕçне çыхаççĕ, тепĕр вĕçне йопа патне илсе кайса, ăна онкă пак туса хуçлатса, çав онка ăричак чиксе йопа тавра çавраççĕ, вара хӳре, çавăрнă майĕпе, йопа патнелле пырать. Вăл йопа патне çавăрса çитсен, каната тепĕр йопа патне илеççĕ. || Назв. наряда. Чутеево. Хӳре делается из шерсти или шелка, прикрепляется к косе. СПВВ. КМ. Хӳре, ăна хĕрсем те, арăмсем те çакаççĕ. Хурамал. Чакак, чакак, чакаклать, симĕс хӳрине пăркалать, чипер инке, сарă инке, сарă хӳрине пăркалать. Цив. Çавра шапка хӳрине вуникĕ ярапа яртартăм. N. Хушпу çукки пурак тăхăвăр, хӳре вырăнне кăшман çакăр. (Такмак). Б. Олг. Тури ялта хĕр кортăм, илес терĕм, окçи çок, хӳри саккăр полчĕ. Торп-к. Вăрманта инкĕшĕ Пикенĕн хӳрине татса хурăн тăрне утрĕ, тет. Байгл. Хӳре пурри хӳре тăхăнăр, хӳре çукки кăшман çакăр. || N. Сĕреке хӳри. См. сĕреке. Изамб. Т. Лекнĕ пулăсем хӳринче пухăнса тăраççĕ. || О дожде. Череп. Хӳри кăна тиврĕ. Дождь задел (местность) только краем. || Юрк. Хӳри, кунçаланă çипе ĕçерсен, тытса тăрать. || Полоска хлеба на загоне, которую приходится жать отдельному жнецу. Якейк. Ай-ай Михалăн хӳре мĕн тăршшĕ чăсăлса йолнă. Ib. Он хӳри яланах валта пырать. Ib. Хӳре танаштарас тесе вырса алла касрăм. Ib. Вăл ик çын хӳрине (за двоих) вырса пырать. Ib. Йăван паян конĕпех хӳрере пыч. Ib. Вăл паян хӳререн тоха пĕлмерĕ.

хăю

(хы̆jу), лучина. || Фитиль (лампы), светильня. Ирич-к. Орау. Тепĕр ламппин хăйăвĕ çук. Ib. Ламппин хăйăвĕ кĕске вĕт, çампа çунмасть. || Зеленая шерстяная тесьма, шириною в палец, идет на холчи. В. Олг. Ходар. Ленточки блестящие разных цветов. Сред. Юм. Хĕрарăмсĕм кĕпесĕм çôмне тытакан çинçе пурне сарлакăш çиç анăллă тĕртсе тăвакан тĕссĕр хĕрлĕ пир. N. Вăл хăю тĕртме пит ăста. СПВВ. КМ. Хăю, ăна хул çисене тытаççĕ. СПВВ. КЕ. Хăю, вăл — хĕрарăмсем кĕпене хăмаç вырăнне симĕс икĕ пӳрне сарлакăш тытни. СПВВ. НН. Хăю, вăл пӳштĕр çумне симĕс çиппе тĕрлени. N. † Хора порçăн хăюне çорăм хыçнелле ятăм. Хурамал. Икĕ хул çинчен тăваççĕ хăю. Ib. Арки вĕçĕнчен те икĕ хут хăю хурса тăваççĕ. Тюрл. Хĕрлĕ хăю, симĕс хăю. ГФФ. † Кĕпе аркине хăю тытрăм. Я обшила подол рубахи лентой. ГФФ. † Кĕрен порçăн хăю пек. Как розовая шелковая лента. См. хаю.

куç харши

(-жи), бровь (-и). Орау. Куç харшинчи тĕксем ӳссе пĕтĕçнĕ: куç харшисем çамки урлах такăш хăрăм сĕрнĕ пек (= брови срослись). Ib. Паян авăн çапнă çĕрте куç харшине тăпач тиврĕ те, тем чул юн юххăр. Н. Карм. † Хура шĕлепкесен симĕс ленте, куç харшине (на брови) лартни илемлĕ. N. Куç харши кĕçĕтсен çынтан вăтанат, теççĕ. || Ресницы? Ун куç харши пит вăрăм.

куç

(кус'), передвинуться, переселиться, переходить с места на место, переместиться. Юрк. Чĕмпĕртен кайнăранпа виççĕмĕш вырăна (должность) куçрăм. Ib. † Укçи мĕн тарăн пулсассăн, курки куçса пырат-çке. Ib. † Эпир чĕнсен, хăр (= хăвăр) пытăр, шурă çăмарта пек куçайса (надо: кусайса?). Ск. и пред. 37. Мăн шыв хумĕсем кулса куçаççĕ, симĕс курăкпа пăшăлтатаççĕ. Çутт. 53. Кĕркунне пулсан, стантсă пасарне тырă, пахча çимĕç, утă-улăм куçать (привозятся во множестве). Пролей Каша. Чĕри куçнă. Сердце сдвинулось с места (от испуга; дело окончилось смертью). N. † Çӳлте çăлтăр миçе-ши? пăхмассерен куçмасть-ши? Орау. Пăр ку енне куçса килнĕ. Лед прибило к этому берегу. Ib. Кимĕ çинче иккĕн пĕр-пĕрин вырăнне куçса ларма (пересаживаться) тытăннă та, кимми темĕскерле ӳпеленсе кайса, кăсем шыва кайнă. Ib. Тепĕр вакун çине куçса лармалла илтĕм. Я взял билет с пересадкой на другой вагон. Ib. Халăх куçса çӳрет (снуют). Сред. Юм. Ачипчи-мĕнĕпех куçса килнĕ. Приехал (или пришел) со всеми детьми. Календ. 1907. Çĕнĕ çĕре куçнин чи хĕрӳ вăхăтĕнче те, халăх Çĕпĕре чи вăйлă куçнă вăхăтра (1895 çулта) çулсерен 200 пин çынтан ытла куçман. Ал. цв., 5. Ăна хăй умĕнчи йывăçсем куçса ларнă пек, çăра йывăç тĕмĕсем уçăлса тăнă пек туйăнса пырать. Альш. Элшел куçат вара Пукрава («ярмăнккана каяс» тессине «Пукрава каяс» теççĕ, çаплах). N. Çар шутсăр куçат, нимĕн майĕ çук. || Развалиться, сползать. Тюрл. Вăт шаршăнĕ куçса кайрĕ (развалилась). N. Çĕр чĕтĕренипе нумай çуртсем куçса пĕтнĕ. КС. Çĕр куçса анать (сползает). Альш. Вăл карта (ограда) çĕрсе, куçса пĕтнĕ. Кан. Çыран куçса хăпарнă вырăнта пылчăка ларасран кĕпер тума тытăннăччĕ. || Наполняться водой? Юрк. Варсем куçа пуçларĕç.

кăлава

(кы̆лава), голова, старшина. ЧC. Тата çавăн чухнех кăлавасемпе (старшина и те, кто был при нем) уретниксем персе те çитрĕç (явились на пожар). Пазух. Çӳлте симĕс-кăвак вĕçкелет, кăлавине тиек кураймасть. Чăв. й. пур. 13°. Вăсенĕн Таркан прикасĕнче пит усал мăкшă кăлава (голова) пулнă. Ib. 15°. Вара хăне кăлаваран ӳкернĕ (уволили с должности?). СТИК. Кăлава пек, солидный человек (по внешности: осанистый, здоровый, красный, с бородой). Юрк. Утилни вăхăтĕнче Тимĕрçен вулăсĕнче тĕмиçе çул кăлавара ларнă (был головой). Собр. И, шăпчăк юри (= юрри) арчара! Çӳл-çӳл юман, çӳл юман, çӳл юманта пин кукку. Кăлава, тесен, култарать; симĕс, тесен, систерет. Ухмах ывăлăм Микуша, кашкăр çинă юлашки. Хуп чӳрече хушшинче пĕр ула йытă выртать, тет: хăр-хам! тесе калать, тет; çынĕ картах сиккĕр, тет. Чакак хӳри витере, кĕсре хӳри лакăмра. (Сăвă). ||Прозвище. Утар. Кăлава Якур (-р').

кăлтăр

(кы̆лды̆р), подр. стуку некоторых вращающихся предметов, а также звукам, напоминающим этот стук. Иногда употр. в качестве гиперболы. N. † Аякра аслатисем авăтаççĕ (гром), кăлтăр-кăлтăр сассисем илтĕнет. N. † Кăлтăр-кăлтăр урапа, кăлтăртатса пыраят. (Хĕр йĕри). N. † Кăлтăр-кăлтăр урапа, ăçта каян урапа? Сред. Юм. Кăлтăр-кăлтăр-кăлтăрр! Арласа, толтара пынă йĕке (веретено) пĕтĕрнĕ чохне çĕре лексен, çапла сас илтĕнет. Шорк. Кĕпер урлă кăлтăр-кăлтăр (здесь: кŏлдŏр-кŏлдŏр) тутарса каçса карĕ. Ядр. † Кĕмĕл çĕрĕ (кольцо) варличчĕ, кăлтăр кусса тухинччĕ, çуна çине укинччĕ. Чăв. йум. 1919, 10. Çăмха (клубок), кăлтăр-кăлтар туса, вăрман сукмаккипе кусса кайрĕ. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ варлăм пор, кăлтăр косса тохинччĕ, ман порняя (= пурнене) кĕринччĕ. Ала 87°. Пĕр ылттăн çăмарта (яйцо) сиксе тухрĕ те, кăлтăр! Иван патша патнелле кусса карĕ (звук от вращения). Собр. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕми (муравейник), симĕс кайăк упăшки. (Кăркка аçи). Сала 227. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕмески, майра акайăн упăшки. (Тăвар килли).

кăпăртат

(-кŏбŏртат), гл. от подр. звуку не вполне замерзшей земли, сдавливаемой ногою лошади. Кăмак-к. Панклеи. Атăр айĕнче атан авăтать. (Ут ори кăпăртатни). || Шуршать. КС. Çĕнĕ шупăрĕ кăпартатса (кы̆бы̆ртатса) пырать. См. капăртат. Якейк. Хот (бумага) кăпăртатать (также и о коленкоре). Пшкрт: хот кы̆βы̆рдадат (шуршит). || Рассыпаться. Ст. Чек. Капăртатат, рассыпается (о рассыпчатой вещи). Ib. Ку пашалу çăвара хыпсанах кăпăртатать. КС. Шур пĕремĕк çăварта хыпсанах кăпăртатса саланат. || Брести (менее энергично, чем тот, за кем идешь); брести тихонько. Юрк. Эпир каллех ун хыçĕнчен кăпăртатса утрăмăр (побрели). (По одному объяснению: идущих много, идут маленькими шажками маленькие люди — вĕт çынсем). Ачач 40. Ачасем пурте кăпăртатса ура çине тăчĕç. || Валандаться, синон. муталан. Альш. || Форсить, хвалиться. Собр. † Симĕс те пĕкĕ (дуги) пирте çук, кăпăртатасси (форсить) хуйхи çук. А. Турх. Кăпăртатас = мухтанас.

кăра

(кы̆ра), крутой (гнев). Стюх. Унăн çилли кăра. Он вспыльчив. СПВВ. ЕС. Кăра — çын çиллине шăнараймасăр, кăштă сăмахран вăрçса кайни. — Ах, турă! кун çилли ытла кăра, теççĕ. N. Çилли кăра, кăмăлĕ аван (вспыльчив). || Имень-к. † Симĕс алшиш — кăра кунча, çĕтĕлчĕ — асран каймарĕ. || Кокетливо, форсисто. Орау. Кăра çӳреççĕ-çке ку тутарсем (т. е. с форсом; напр., у них хорошая одежда, или упряжь, или лошадь и пр.). Ib. Вирял арăмĕ пасара кăра тухать-çке вара! КС. Яш çын кăра (очень краткое «ă») тумланма тăрăшать (форсисто). || Франт. СПВВ. ГЕ. Кăра тесе, пит хитре тăмланса çӳрекен çынна калаççĕ. КС. Кăра çын.

кăтрапи

неизв. сл. в загадке (личн. имя женщ.?). Рус. Кăтĕр-кăтĕр кăтрапи, симĕс кайăк упăшки. (Кăркка аçи).

кăштак

немного. См. кăштах. Çутт. 112. Айлăмсем çинче, кăштак кушсанах, сип-симĕс курăк курăнать. Опечатка?

кĕпчек

(кэ̆пц'эк), ступица. СТИК., Артюшк. Ст. Чек. Урапа кĕпчеке. Янбулат. † Симĕс кĕпчек таянчăк. (Окошка хоппи). Юрк. Кĕпчек (пукан), часть телеги. Изамб. Т. Кĕпчекпе тукăн хушшинчи йывăçсене урапа шăлĕсем (спицы) теççĕ. Н. Карм. Кĕпчек тулкки, втулка. Ib. Кĕпчек шăлĕ, спица(-ы). См. кӳпчек, кӳпчĕк, кĕпçек, кĕпçе, кӳчĕк.

кĕре-çӳрен

см. кĕрен-çӳрен. Ау 73. † Кĕре-çӳрен лашиччĕ, йĕнерлĕ ут айĕнче. Ib. 72. † Куртăм йинке, куртăм. Кĕре-çӳрен лашиччĕ. Ука нухайкки аллинче, симĕс пиçиххи пилĕкĕнче. Ib. 74. Кĕркури пуян кĕрӳ, кĕре-çӳрен лашипе.

кĕтеслĕ

с углами. ТММ. Тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ. (Пӳрт). N. Çак хăтапа тăхлачăн пӳрчĕ тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăват кĕтеслĕ. (Такмак). Альш. Элшел урамĕсем сарлака. Ялĕ ларнă, тăватă кĕтеслĕн пулса. N. Ылттăн çавракисене (их золотую оправу) кĕтеслĕ-кĕтеслĕ (гранями) касса тунă. Ск. и пред. 26. Сарă пысăк кĕлетрен пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ, икĕ кĕтеслĕ шыльăка ăна илсе кĕреççĕ. Юрк. Кача пӳрнинчи çĕрринчен пĕр пĕчĕкçеççĕ тăваткăл тутăра виç кĕтеслĕ туса пĕр кĕтессинчен çиппе тирсе çакаççĕ (жениху). Якейк., Ст. Чек. Кĕтеслĕ стаккан, граненый стакан. Тăв. 42. Ултă кĕтеслĕ (пятистенный) симĕс тăрăллă пысăк çурт, вăл пĕлĕтелле кармашса ларать (тянегся к небу). N. Виçĕ кĕтеслĕ, трехугольный. N. Хăмине (тёс) виçĕ кĕтеслĕ купаласа хур (сложи), ан вакла, вăрăмăшĕпех тăччăр (пусть лежат в цельном виде, целиком). Тĕррнне кĕтеслĕ-кĕтĕслĕ тĕрленĕ. Вышивка вышита углами.

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

тĕс

цвет. || Масть. Вишн. 72. Тĕсĕ те унăн е хăмăр, е хĕрлĕ, е симĕс, е кăвак пулать. N. Лаши тĕсĕ торă. Сред. Юм. Ине хĕрли илме юрамас пире, тĕс килĕшмес; мĕн чол хĕрлĕ ине ôсран ĕнтĕ, порте вилсе пĕтеç. || Внешний облик, образ, вид. Альш. Ай-хай, тăванăмсем-чунăмсем, тĕсĕрсене курса тăранмарăм. N. Вăл çамрăк тĕсĕпе ваттăн курăнать пулсан та, 21 çулта çеç. N. Тĕсĕ хĕрлĕ, тути сахăр тути калать. Янтик. Çав вăрра эп тĕспе тытрăм (поймал по облику). Суждение. Ĕçкĕ этем е этем тĕсĕнчен кăларса пăрахса выльăх тĕслĕ тăвать. N. Пĕрте канăç çук ку ачасемпе, этем тĕсĕ юлмарĕ. N. Тĕс ӳкерни, сняться в фотографии. || N. Тĕс кайнă. Облинял, полинял. || Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 26. Вырăнти тĕс çапнă. || Юрк. Пурийĕн те ăна тĕсне курассисем килмест, юратмаççĕ. Ib. Эй пархатарсăр япала! Ху ачу (т. е. мой) пулсан та, çавна тĕсне курассăм килмест. Хĕн-хур. Тĕсне унăнне ан курам! Орау. Манăн ун тĕсне те курас килмест. Регули 1257. Тĕсне те кисе кăтартмасть. || Красота. N. Тĕсĕ те пур, ăсĕ те пур пурăнмаллăх (у жены). Ст. Чек. Вăсен тĕсĕ пур та, ăсĕ çук. Вăсен тĕсĕсем пур та, ăсăсем çук. Ск. и пред. чув. 69. Сивĕ шывпа çăвăнсан, питне-куçна тĕс кĕтĕр. Бугульм. Кăвак çупăнь пире тĕс памасть, авалхи тус пире халь пăхмасть. Н. Лебеж. Ял çинелле тухсан ячĕ каят, çил çинелле тухсан тĕсĕ каят. || Знак, улика. СПВВ. Тĕс шыра, искать знаков, улик. N. Тĕс топмасăр (не найдя улик) тĕллесе каламалла мар-ĕçке. Тюрл. Тĕс кормасăр епле палаç çынна. || Подобие, род. Изамб. Т. Кунĕпе çумăр пĕлĕчĕ тĕсĕ те курăнмаст. Тулта сивĕ тĕсĕ çук пек те. Кан. 1928. Хаçат-шурнал тĕсне курас çук. N. Нимĕн хыпар тĕсĕ çук (и в помине нет). N. Икĕ талăк çăкăр тĕсĕ курман. N. Юрăн тĕсĕ çук, çула сурăх кĕтӳ (= кĕтĕвĕ) çӳрет. Кан. 1929. Сарайĕнче (в пожарном сарае) пĕр витре тĕсĕ те çук, пичкесем шывсăр типсе лараççĕ. Турх. Лаша тавраш санăн тĕсӳ мар вăл. Куда уж тебе лошадей держать. ТХКА 41. Амăшĕ вилнĕ, ку та вилет пуль лаша тĕсĕ пĕтет пуль, тесе килйышпех кулянатпăр хамăр. || Т. VI. Малтан тĕспе кĕл тăврăмăр, унтан пиçнипе кĕл тăврăмăр, халĕ алă валлипе кĕл тăватăп, çырлах. (Из моленья). || N. Янкорассен виç-тăват ĕни вĕсен пĕр ĕни тĕсне тăмасть. || N. Мана юрăхлă атă, тĕс. || Начерт. 177. Тĕс, вид, род, разбор. Поличное.

чакăр

(чагы̆р), назв. цвета, белесоватый, светлоголубой, голубой. Уганд. Чĕлкаш 58. Хĕрлĕ питлĕ, чакăр куçлă хĕрарăм. СПВВ. ФИ. Кăвак куçлă çынна чакăр куçлă, теççĕ. СПВВ. КЕ. Чакăр — кăвак, витĕр куракан куç. Хорачка. Чакăр коçлă çын. Альш. Ку чăвашăн сăрă куç та хура куç, пур чакăр куçли те, анчах каллах сахал-тăр вăл. Чертаг. Чакăр куç = кăн кăвак. Ст. Чек. Чакăр куç, черные глаза: зрачек и радужная оболочка совершенно черные. Ib. Чакăр куç = пысăк саланса тăракан куç. Янтик. Кăвак кăвакарчăн чакăр куç, кам куракан тулă сапсамăр. Изамб. Т. Чакăр куç, беловато-голубые глаза. Тюрл. Чакăр куç (= симĕс куç). Сред. Юм. Чакăр куç, голубые глаза. СПВВ. Чакăр шăрçа куç. || Серый. Сред. Юм. Пичче шăлнĕ пулаччин чакăр халат пулас та пичче çинче çӳрейрес. Турх. Чакăр шинел. N. Вĕсен яка тирĕ чакăр хĕрлĕпе кăвак тĕссене пĕр çĕре пуçтарса илемленнĕ. N. Чакăр симĕс çăра çулçăсем хушшинче ăраснах илемлĕ капăр тĕклĕ кайăксем пурăнаççĕ. || Седой. Календ. 1904. Ватă енне кайсан лашан хăлхи усăнса тăрать, хура лашан чакăр çăмсем, кăвак лашан хĕрлĕ çăмсем тухаççĕ. || Косой, косоглазый; имеющий серые глаза, как у лошади. Зап. ВНО. Чакăр куç, раскосой. Начерт. 193. Чакăр, косой. СПВВ. ТМ. Чакăр = шур илнĕ куç. Б. Олг. Чакăр коçлă ут, пĕр коç чипер, тепĕр коçĕ шорăллă мĕнлĕ. Пшкрт. Эй чакăр коç. СПВВ. МС. Ку лаша чакăр куçлă. Хурамал. Чакăр куç = куçне çавăрса пăхакан. Кан. Чакăр куçăма шур чатăр карнă. Юрк. Чакăр куç, разноглазый.

чалка

лента. Шибач. Зап. ВНО. Йăкăр-йăкăр пасара, симĕс чалка илмешкĕн.

черке

чарка, рюмка. Юрк. Пĕр-ик-виç черке ĕçсен хăех тӳрленет, тет ку. Чăв.-к. Хĕп-хĕрлĕ чĕрешĕн йĕре-йĕре ик черке пек куçма пĕтертĕм. Сред. Юм. Пит пысăк, старав куçлă çын куçне: куçĕ черке пик, теççĕ. Ядр. Эрех черки симĕс черке.

чукла

тесать. Изамб. Т. Çуна тупанне чукламалла. N. Чукла = чутла, подтесывать. N. Пĕр-пĕр япаларан касса, чукласа, унаса, шăратса тĕрлĕ кĕлеткесем тăвас. || Лашм. Француз тутăр простой иккен, чукне чукламан иккен. Каша. Симĕс пурçăн лайăх чуклама. Н. Карм. Чукласа пĕтернĕ = шерепелесе пĕтернĕ.

чунăм

моя душа. Капк. Чунăм ура тупаннех çитрĕ. У меня душа ушла в пятки. Симб. Итлемĕттĕм сирĕн сăмахра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. Сала 239°. Пĕçĕкеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. N. Хут вĕреннĕ чухне эпĕ санпала йӳçлĕ-тутлă пулни те пулĕ, эсĕ мана каçар. Чунăмсем пурне вĕçĕнче анчах тăраççĕ пирĕн. Альш. Ку юрăсене эп юрламăттăм, чунăм чухлĕ шанатăп кăмăлра. Яргуньк. Чăмăртак пак чуннăм пур, чулпа персен вилес çук, виличчен сăрма ларас çук. || Яргуньк. Кĕрессĕм килет, кĕрессĕм килет, кĕрен лаша енелле чунăм туртать. N. Манăн сана хирĕç тавăрса каламасăр чунăм чăтмасть. Абыз. Çыяссăм килет, çыяссăм килет, сысна яшки енелле чунăм туртать. Н. Кунаш. Ĕçессĕм килет, çиессĕм килет, симĕс пичке еннелле чунăм туртат-çке. || Çентерчĕ 12. Хамăр пата кĕресрен чунăм юлмарĕ. Сред. Юм. Ах тор, паçăр хăранипе чонăм йолмарĕ. (Гов., если человек очень испугался). N. Кӳме çинче кĕлетки, ларкăç çинче купарчи, ай-ай чунăм ут çинче, куçăм-пуçăм хĕр çинче. || Милый. Савнă чунăм (к жене), милая. В письме: савнă чунăмсем, ылттăм улмасем, мои милые. ЧП. Эпĕ, чунăм, сана юрататăп. N. Эх чунăм! Курмана ним те мар та, куракана тур анчах çăлтăрччĕ. С. Айб. Аттем чунăм илсе кайрĕ те, приюм умне тăратрĕ. Ау 10. Лешĕ кĕчĕ тет те, мĕншĕн йĕрен, чунăм, ылтăнăм, тесе каларĕ, тет. Юрк. Эй чунăм, савнă тусăм. N. Эй мăнтарăн чунăмсем.

чуптар

заставить бегать, гнать (лошадь). Ск. и пред. чув. 113. Çĕр çĕмĕрсе чуптарать Кан. Татах çуран чуптарать пура хуçи патне. Орау. Салтаксене пĕр вырăнта чуптараççĕ (бегать на месте). N. Хам ачана чуптартăм. N. Унта пĕр-пĕр ачана чуптарас. || Кан. Пысăк тĕвĕллĕ тăлă чуптарса, çурăмсенчен ай ну ислететтĕмĕр. || Ездить рысью. Ск. и пред. чув. 114. Якур пичче çулпала пушкăрт лаши кӳлнĕ те, те çуркунне, те çулла, яртлаттарса чуптарнă. Калашн. 9. Паттăр утăм çине утланса ларса, Мускав шывĕ çине чуптарса кайсан... КВИ. Ав шăнкăрав янăрать, Силпиелле чуптарать. Образцы 48. † Атьăр уттарар и те чуптарар-и çулсем çинче шурă юр пур чухне. Сĕт-к. Авоç килет ман тантăш, квак лашине выллятса, хора çонине янтратса. Чоптарасси полас çок: хора çони çĕмĕрлтĕр, симĕс пĕкки хуçăлтăр. Ib. Унччен эпĕ лашапа чуптарса пăхманччĕ. Тет. Çавăнтан кайран эпĕ лашапа чуптарма вĕрентĕм. ЧС. Киле тавăрăннă чух Иван чуптара та пуçларĕ, эпĕ те унăн хыçĕнчен ерипен чуптара пуçларăм. Сред. Юм. Чуптарнă чуптарман, не то рысью, не то шагом. Юрк. Туран анса Сĕве кĕпер патне чуптарса çитрĕмĕр. Ib. Пичке çине улăхса ларса чуптаратăп, тет (хуралçи). Альш. Унталла чуптракансем (ездящих) сахал курăнать. || Отправляться (ехать, идти). Ашшĕ-амăшне. Хăвăртрах, Иван, лашăна кӳл те, чуптар вăрмана, вăрман хуралçи çуртне. ЧС. Эсĕ часрах тепĕр лашана кӳлсе киле чуптар та, аттесене кала, вĕсем мĕн те пулин тăвĕç, терĕ. СТИК. Ăçталла чуптарат-ши ĕнтĕ тата ку? Куда ты идешь? || Сред. Юм. Онпа сăмахланă чохне хăй маях чуптарас полать, хирĕçтерме йорамас. При разговоре с ним всегда приходится соглашаться, а не приходится возражать. || Случать (животных).

чӳкен

полоскаться, обливаться, мыться, искупаться. Альш. Кăвакалсем лăпăртатаççĕ, чӳкенеççĕ: ларт, ларт тăваççĕ хăмăшлăхра. || Качаться, колебаться, плескаться. Кан. Тăрантассем чӳкенсе çеç пыраççĕ. Симĕс-кăвак, хĕрлĕ, сарă чечексем ешĕл курăкпа чӳкенсе лараççĕ. N. Чӳкен = чӳхен.

хĕл

зима. N. Хĕл, хĕлле. Орау. Пĕр вăтăр улт çул хушшинче хĕл кун пек час ларман. N. Кăçал хĕл ир ларчĕ. N. Хĕл иртрĕ (также: çитрĕ). N. Хĕл нумай юлмаст (осталось немного до весны). N. Хĕл ларчĕ. Установилась зима. N. Кăçалхи (или: ку) хĕл — хĕл пек те мар. N. Хĕл килет (или: пулать) пуль! Видно, хочет быть зима. N. Хĕлӳ анчах ларать халь, эс çулахине шухăшлатăн! Еще только зима наступает, а ты уже думаешь о лете (о летнем). А.-п. й. 65. Çук, апла юрамасть, пĕчĕк кайăка усрава илнĕ йăвăçсен çулçисене пĕрне те ан тивнĕ пултăр, вĕсем хĕлĕпех симĕс тăччăр, тенĕ. ГФФ. Хомăш котне пăр шăнсан, хĕл полнине тин пĕлчĕç. Только тогда узнали, что наступила зима, когда обледенели комли камышей. Рак. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх. В. С. Разум. КЧП. Хĕле хирĕç, к зиме. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç. N. Хĕл ларас уммĕн, перед наступлением зимы. N. Хĕлччен инçе-ха. Туперккульос 36. Çывăрасса та хĕл хушшинчех чӳречесене уçса ярса çывăрма пултарать. Кан. 1927, № 212. Хуртсем хĕле аван каçсан, вăсене çуркунне пăхма аван. Баран. 161. Çула пит шăрăх пулать, хĕл сивĕ килет. Е. Орлова. Хĕл айне полаттăр. Вас застанет зима. N. Кăçал хĕл час ларĕ. N. Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. (Послов). N. Хĕл хырăмĕ пысăк, теççĕ. Регули 1205. Ку хĕл иртнĕ çĕрте çĕр сом илтĕм. Ib. 392. Хĕл полĕ (или: полать) ĕнтĕ. N. Хĕле кĕриччен (до зимы) эсĕ килме тăрăш. Т. VI. Эпĕ хĕле кĕриччен качча каймалла (должна выйти замуж). Унтан хĕлĕ пулчĕ, тет те, хĕрĕ те качча каяймарĕ, тет, карчăкĕ те вилеймерĕ, тет. Изамб. Т. Çапла вĕсем ĕçлесе хĕле кĕрсе каяççĕ. Ала 96. Пурăнсассăн-пурансассăн, çакă мĕскĕнсем тата хĕле кĕрсе кайнă. N. Хĕле кĕретпĕр, начинается зима. Орау. Хĕле кĕни нумай пулмасть халь. Зима наступила недавно. N. Хĕле кĕрет, наступает зима. N. Хĕле кĕретпĕр ĕнтĕ. Истор. Киле каяс тесен, хĕле кĕтĕмĕр; капла пĕр усăсăрах киле кайсан, пире никам та ырă сăмах калас çук, хамăртанах кулĕç. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç (к зиме). N. Ул хĕлте те атă ĕçлесе нумай укçа тупрĕ. N. Унтан хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. КС. Выçлăх чухне çур хĕлтен çуркуннене çитичченех йăтса тăратса пурантăмăр (больных животных, которые ве могли сами подниматься). Ст. Шаймурз. Петрав иртсен тăри юрласан, хĕл час ларать, тет. Кан. Çак савăта иртнĕ хĕлте юсама тытăнчĕç. Якейк. Хĕле хирĕç чӳречесене питĕртĕмĕр. N. Хĕл пĕтеспе (или: иртеспе) карĕ. Уехал в конце зимы. СТИК. Хĕл лараспа (к зиме) çанталăк пит сивĕтсе çитет. Сред. Юм. Нӳхрепе пăр хĕрсан, хĕлтен хĕле çитечченех пырать. N. Арман пĕвинчи пулла хĕл пĕтерет. || В переносном смысле. N. Нихăçан та çынна сăмахпа кӳрентермест, йытă çурине те хĕл кăтартмасть.

хĕлле

зима, зимнее время; зимой. N. Хĕлле = хĕл. Кан. Хурт-хăмăршăн чи йăвăр вăхăт вăл — хĕлле. N. Хĕллене кĕриччеи пур хваттер те хатĕр пулать. Орау. Ун чухне хĕллеччĕ (была зима), çанталăк пит сивĕччĕ. N. Кунта çанталăк питĕ ăшă, хĕлле пулман-халĕ. Çутт. 53. Хĕлле пуларахпа аш, чăх-чĕп, тир килет. Баран. 118. Вĕсен çулçи хĕллене пĕтĕмпе тăканса пĕтет. Якейк. Халь хĕлле пек пĕре те туйăнмасть. N. Вăрман çук çĕрте хĕлле пулин пур юр та çырмасене кайса тулать. N. Пилĕк теçеттине çарантан пухнă утă хĕллене çитмерĕ. N. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваç. Хăшĕ хĕлле тăваç, хăшĕ çăварнира туса иртереç. N. Тата хĕллен те, çулан та хăйсенĕн арасна тĕсли пит нумай. У зимы и лета много разнообразаого (различного, разницы). ХЛБ. Тирĕслĕке хĕллесĕр турттарма юрамасть пулсассăн (хуларан), ăна турттар та ана çине лавĕ-лавĕпе, вун утăмран-и, вуникĕ утăмран-и, тăк. Юрк. Хĕллешĕн (на зиму) хатĕрлесе хучĕç. Кан. 1929, 184. Такам тунă çав хĕллене, тесе вăрçаççĕ вара пирĕн пек тумтирсĕр чухăнсем. Ib. 1929, 175. Тивĕшри 8 çул вĕренмелли шкулта иртнĕ хĕллеренпе турăсăрсен ячейкки ĕçлет. N. Хĕллепе çула. N. Тырă вырма тухрĕç, хĕлле те пулчĕ. Изамб. Т. Хĕлле хăшĕ вăрмана каяççĕ, хăшĕ çăпата туса тутарсене сутаççĕ. Юрк. Хĕлле çӳрекен çул юртан çӳлĕ пулсан, тырă пулать. Н. Тим. Хĕлле сивĕ пулсан, çăвла ăшă пулат. N. Хĕлле тота, çула вуçă. (Аркăпли). Зап. ВНО. Хĕлле мăнтăрланать, çула начарланать. (Арпа лаççи). Янтик. Хĕлле — çулла, çулла — хĕлле. (Нӳхреп). А.-п. й. 65. Вĕсем çавăнпа кутаранчченех хĕлле те, çулла та, ĕмĕр-ĕмĕрех симĕс юлнă, тет. Оп. ис. и. II. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пӳрт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - что не выстроила летом дома из костей.

хĕпĕрте

радоваться. Шурăм-п. Пуклак карчăк вăрă тупăннипе хĕпĕртесе те ячĕ. ÇМ. Çутçанталăкшăн, хĕвелшĕн вăл та хĕпĕртетчĕ. ЧК. Пирĕн пата кашни кунах ирĕке тухнă районсенчи хресченсемпе рабочисем пырса тав тăваççĕ, вĕсем пĕтĕм Совет халăхĕпе пĕрле Хĕрлĕ Çар вăйĕпе тата унăн хăюллăхĕпе хĕпĕртесе савăнаççĕ. Сĕт-к. Лăпăс-лăпăс йор çăвать, симĕс корăк хĕпĕртет. Якейк. Халь эс вилсен, вăл пит хĕпĕртемелле. В. С. Разум. КЧП. Киле килнĕшĕн хĕпĕртет. Радуется тому, что прибыл домой. Регули 304. Вăл килсен порте хĕпĕртетпĕр. || Веселиться. СЧУШ. Хĕпĕртемен çын хĕпĕртени ырра пĕлтермест, теççĕ.

хĕрес

крест. Изамб. Т. Хĕресе кутăн çаксан тăвăп (если забуду совесть). Чхĕйп. Хăйсем çине хĕрес палли хуман. N. Хĕрес хунă кăкăр çине. N. Вăлсам ака мĕн вăхăтра хĕрес паллине тунă. Иванова. Хĕрес вырăнне е юпа, е чул лартаççĕ. Сунт. IЭЗЭ, № 9. Туйраран тунă пысăк хĕресне (могильный крест) пӳрт тăрне хăпартса лартнă. ТХКА 74. Симĕс курăк ешерсе тухать, шăтăксем çинче хĕрлĕ тăпра. Анне патне пытăм, хĕресĕ чалăшнă. N. Алăк, чӳрече тĕлне хĕрессем туса çаврăнаççĕ. Никит. Аялти ниркесене вырнаçтарса хурсан, кашнă кĕтессе пĕрер хĕрес хураççĕ. Юрк. Майра тухса кайсан, нумай та вăхăт иртмест, малти алăкĕнчен пупсем хĕреспе пырса кĕреççĕ. || Трефы (масть в картах). Тиханьк., Изамб. Т., Тайба-Т. СТИК. Мана эс хĕресне пар. Ходи ко мне трефамн. N. Манăн хĕрес пултăр. Мои будут трефы. N. Хĕрес тăххăрли, трефовая девятка. || Назв. женского украшения. N. Мăя çакмалли хĕрес. См. хĕрес кантри. || Назв. частей мельницы. Крестообразные горизонтальные брусья. См. арман.

хĕрлĕн-хĕрлĕн

в красном виде. Баран. 6. Симĕс çаран аякранах хĕрлĕн-хĕрлĕн курăнать (осенью). N. Хĕрлĕн-хĕрлĕн пĕлт (= пĕлĕт) хăпарать, мал енелле сулăнать.

шакăлтет

то же, что шакăлтат; стучать. Собр. Симĕс те пичке пирте çук, шакăлтетесси хуйхи çук. || Орау. Ачисем урайне пуçтарăнса ларнă, шакăлтетсе калаçса лараççĕ.

шап-шар

шап-шарă, очень белый, весьма белый, пребелый. Эльбарус. Халччен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, хал ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во (= вăл) порне те çĕнтерет. Букв. 1886. Пырсан-пырсан, пĕр ялта шап-шар, симĕс тăрăллă чиркӳ курăна пуçларĕ. Собр. Илĕр-пăрахар çĕлĕкне, шап-шар кукши курăнтăр. Кубня. Хур, кăвакал, мулкач, ака тихисем пусса çине ялта, шап-шар лаша илсе шăтăка чĕрĕллех янă. Хош.-Çырми. Шап-шарă та арăм эп илтĕм. Белую-разбелую взял я себе в жены. ЧП. Шап-шар вĕрене.

шапа

(шаба), лягушка, жаба. Изамб. Т. Ытла та пит çӳçентерет симĕс шапа. Ул хăй вăрăм пулат. Урисем те питĕ вăрăм. Каçанĕ çинче (на спине) тăрăх-тăрăх (полосы), симĕс куçĕсем шурăрах. Якейк. Симĕс шапа, тимĕр шапа (хăмăртарах симĕс шапа) шура (= шывра) порнаççĕ; çĕр шапи типĕ çĕрте сакансенче порнать. Б. Олг. Хора шатра шапа (котăркалă). Б. Бур. Шапа çиен чап пур. Зап. ВНО. Йăтă пуллинчен шапа пулнăскер (брань). N. Шурта шапа макăрать. ЧП. Шапа кăшкăрать. Н. Седяк. Шапа кăшкăрсан, йĕпе пулать. Ала 108°. Çорконне шапа авăтма пуçласан, тырă акма вăхăт çитнĕ, теççĕ. Абаш. Шапа йорлать (о жабе) N. Шапа сасси тĕрлет. Г. А. Отрыв. Шапана вĕлерсен, ĕне хĕсĕр пулать, теççĕ. Сред. Юм. Шапана вĕлерсессĕн, ĕне чĕччине питрет (= питĕрет). Собр. Тип шапана (вар. типĕре пурнакан шапана) вĕлерсен, ĕне сĕт памаст, теççĕ. Ядр. Ай, çырлахах, карчăксем шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Шурăм-п. Шапана ан çилентер. Вăл çара ура çине шăрать те, ура шыçса каять. Сред. Юм. Месерле выртсан, аллисĕне те, ôрисĕне те тăсса выртсан: шапа пик сарăлса выртнă, теççĕ. Ib. Сарлака тôталлă çынна: шапа çăвар пик, теççĕ. Ib. Шапа çăварĕ, так называли лампу без стекла. Изамб. Т. Шапа таханлама кайрăн-ам? (слонялся без дела).

тимĕр шапа

черепаха. || Особый вид лягушек. Якейк. Тимĕр шапа (хăмартарах симĕс шапа) шура порнать.

шапа лĕки

шапа лĕкки, назв. водяного растения. В. Олг. Шапа лĕкки — симĕс. Хурамал. Шапа лĕкки юхман шыв çинче тăрат (сарă). Вишн. 71. Вăхăчĕ вăхачĕпе çулталăкра ик-виç хут пĕвене тĕпĕнчен шапа лĕкки, тислĕке тасатма уçа-уçа ярас пулать.

шапа нимаки

то же, что шапа мимаки. Зап. ВНО. Якейк. Шапа нимаки; вăл пĕвесенче, кӳленсе тăракан шусенче уяр çанталăкра нумай полать; вăл симĕс япала (какая-то зеленая масса). Алик. Шапа нимаки, зелевые нити в воде. Ib. Шапа нимаки хăпарнă (поднялись на поверхность).

шел

шаль. Сала 95°. Сирĕн пӳрт çумĕнчен йĕр кайнă, шел явлăкла матур хĕр кайнă. С. Дув. Укăлчаран тухрăм, утă çултăм, симĕс шел явлăк пĕркентĕм. Альш. Хрансус явлăксем çыхсассăн, шел явлăксем тесе ыйтаççĕ-и? Сред. Юм. Шел тôтар, шаль. N. Хусантан илнĕ шел тутăр, тăватă кĕтесси те пичетлĕ; ах аттеçĕм, аннеçĕм, эп каясси хисеплĕ. (Хĕр йĕри). Ау 227. Макçăм выртать пахчара, хăяккăр выртнă шел пĕркенсе. Ib. 290. Макçăм выртать пахчара, хăяккăн выртать, шел пĕркеннĕ. N. Улма йывăç туратне çакса яма шелĕм çук. (Солд. п). Шел. 54. Хăмăт çиппи, шел çиппи, йăлтăр-ялтăр шăрçисем...

шенкер

голубой цвет. См. сенкер. СПВВ. ТМ. Шенкер — хушка кăвак тĕс. Имен. Шенкер утмăл-турат çеçки. Нюш-к. Шенкер тĕслĕ курăнать кăвакки. Пазух. 10. Эп ярăттăм ярапа, шенкер тĕслĕ шăрçа çук. Бат. Эпĕ тиртĕм ал çыххи шенкер тĕслĕ шăрçаран. Бугульм. Мамăках та минтер чуклă питлĕ, пĕр шенкер çукран илем çук. Кан. Епле çирĕп сăнлă, çамрăк пек шенкер, епле унăн куçĕ тарăн та тискер. Торх. (Шумерл. р.). Çуркунне вĕлле тĕпĕ нӳрелет, çампа çтена çумăнчи пичетленĕ карассенчен пылсам йӳçĕхсе юхма тапратаççĕ. Вĕлле тĕпне юхса сарăлсан, хуртсем те çӳлте пичетсене çима уçса тăкаççĕ. Çав тăкаксем айĕнче шур хуртсем пулаççĕ. Пыл юхнине шенкер юхать, теççĕ (мед скисает). || Медный купорос. СПВВ. ТМ. Шенкер — симĕс тĕслĕ япала.

шуйтан

шойтан, чорт, дьявол, нечистый дух. См. шуйттан. N. Чĕрĕ шуйтан çав. Настоящий чорт. N. Чăн малтан шуйтан çурисем тухрĕç, тет те, çисе карĕç, тет. Яргуньк. Хăйсен ачисем шыва кĕреççĕ те, ишме пĕлмесĕр шывах путаççĕ. Кайран хĕрарăмсем пыраççĕ те: шуйтан туртса кĕртрĕ пуль, тесе калаççĕ вара. Альш. В общем шуйтансем шывра пуранаççĕ. Тип çĕрте сахалтарах, но за то вăл хаяртарах. (Авалхи çынсем çапла тĕшмĕшленнĕ). Коракыш. Сикĕн, сикĕн, шуйтан пак, симĕс курăк сухан пак. (Кантăр). Н. Лебеж. Чиркӳ тăрăллă, шуйтан чĕрнеллĕ. (Пяçен). || Брань. Орау. Шуйтан! — так обзывают человека. N. Шуйтан çуратнăскер! Чĕлкаш 13. Шуйтан патне кай! — терĕ. N. Шуйтан аслашшĕ, шуйтан хунешшĕ, шуйтан кинемĕш, шуйтан хунемĕш! (бранные выражения). N. Шуйтан питеки! Ваçăхакансем 27. Тата мĕн шуйтан пуçĕ çитмест сире! Н. Чукалы. Илсе пырсан, Якурка пит савăннипе кăшкăрать: Эй, арăм, шуйтан пуçĕ тутлă пулас, кас халĕ часрах. Ачач 77. Хĕрарăм-манах вăрă пулнă епнин. Ах, шуйтанĕ! тесе çухăрса ярать çĕвĕ сасă. Ib. Мĕн шуйтанне вăл териех пысăк çылăх тунă пулĕ эпĕр? Юрк. Ун чухне те пĕр шуйтанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и! Регули 1323. Шойтанран илес çок! Хорачка. Е, шойтан! Шу шойтанĕ!

шуçланки

неизв. сл. N. Мулчи, мулчи мулахай, манăн мулахай сулахай. Çӳлти çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе.

шăпăньлĕ

с бородавками. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 24. Вĕсен тирĕ йăрăмлă, хĕрлĕ, симĕс, пăнчăллă е шăпăньлĕ, тата хăшĕн шăртлă та пулать (кожа у гусениц).

шăран

плавиться, топиться (о масле). N. Тăхлан шăранать. Свинец плавится. || Пылать; палить. Торп-к. Шăрăнса пăхакан хĕвелшĕн. (Клятва). М. Шемерд. Шăранса пăхакан çут çăлтăр... Шăранса пăхакан хĕвел. (Из наговора). Ib. Шăранса çунакан вут. || Тлеть. О сохр. здор. Кăвар шăраннă пек шăранса тăраççĕ. N. Кăвар шăрансан, когда горячие уголья потухнут, когда они едва тлеют. Ромс 29. Вучахра кăвар шăраннă: кăвакăн-симĕсĕн çунса выртнă. || В переносном смысле. N. Çав сăмахсене вуланă чух этем чунĕ мĕн чухлĕ шăранса тăнине кам пĕлмест? || Ослабляться. Сборн. по мед. Ватăлас енне кайсан, пур çын та шăрана пуçлать. N. Ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхса кĕр ӳстерсен, ватăлсан та вăл час шăранмасть, тетпĕр. Ир. сывл. 34. Ĕç вăй-халĕ шăранать. Ib. 25. Ĕç халăх вăй халĕ кунта вут пулса тирпей шăранать. || Убавиться в размере. СТИК. Хайхи мăнтăр сысна епле шăранса кайнă (поубавилось жиру, толщина спала), суха сухаласси чей ĕçсе тутлă çисе выртасси мар çав! Сред. Юм. Пит самăр çын пăртак начарлансан: шăраннă, теççĕ. Скотолеч. 7. Çапла имлесен те лашанăн хырăмĕ шăранмасан... СТИК. Ку шыçă кăшт та шăранмаст-çке, мĕн тăвас? Не опадает (опухоль). N. Пит халь те шăранса çитмест (= халь те шыçĕ чакмасть), ами. СТИК. Ĕне çилли епле шăранса кайнă, кĕтӳçĕ каллах сунă пулас (вымя спало). || Разжижаться. Рак., Кайсар. Арăмсем çăмăлланнă хыççăн ăшне юн хытса ларнипе аптăра пуçласан, çак курăка вĕретсе ĕçеççĕ. Унтан вара хытса ларнă юнĕ шăранса ерипен юхса пĕтет. || Исполнять прекрасно, великолепно, чудесно (песни, музыку, работу и т. д.). N. Симĕс вăрман тумланать, шăпчăк юрри шăранать. N. Вара шăранаççĕ хĕрсем юрăра. || Перевариваться. N. Апат-çимĕç шăранни, пищеварение.

шăрша

то же, что шăрçа, бусы. Чебокс. Тюрл. Йăлтăрка шăрша, хĕрлĕ шăрша, шор шăрша. ЧП. Симĕс шăрша N. Пирĕн йысна пулассин шур шăрша пек шăрки, хурт пуççи пек пыйти. Собр. Пăхăр çĕрĕ, шăрша куç, ун начарне кам пĕлмест. Ib. Шăтăк шăрша çĕрте выртмаст, теççĕ. N. Шăтăклă шăрша çĕрте выртмас, хăй майпелен, тор хошни-пелен вырнаçать. Сред. Юм. Çип çине тирнĕ шăршана шăрша ярăмĕ теççĕ. ЧП. Çинçе пуçлă шăршине хĕр пуç çырса ятăмăр. || Бисер. Тяберд.

шăтăрт

подр. короткому звуку при срезании соломы серпом. Ск. и пред. чув. 14. Ылттăн курăнан ырашсем шăтăрт-шăтăрт касăлаççĕ. Çутт. 19. Анне çурлапа хăвăрт çивĕччĕн шăтăрт-шăтăрт тутарать. Никит. Пурте шăтăрт-шăтăрт-шăтăрт тутараççĕ (тырă выраççĕ). || Подр. звуку, который слышится, когда лошадь равномерно срывает зубами густую и мягкую траву. Шел. 71. Симĕс курăк тăррисене шăтăртта шăтăрттатса, тăрăс-тăрăс сиксе... тĕпĕртетсе çӳреççĕ. Б. Олг. Çамрăк ут çинĕ чох шăтăрт-шăтăрт çиет. || Подр. скрипу. СТИК. Хăш-хăш атă шăтăрт-шăтăрт тăват. Б. Олг. Шăтăрт! шăтăртатат (лапти). Сред. Юм. Тĕрексĕр пôкан çине ларсан, ô шăтăрт тăвать. || Подр. единичному треску суставов пальцев. Б. Олг. Алла хире-хирĕç авăрăм, сыпписем шăтăрт! терĕç. Тюрл. Шăтăрт! (излом). || Подр. звуку при сверлении дерева. Б. Олг. Пăрапа шăтарнă чох йӳçе шăтăрт, шатăрт тет.

нальă

(нал'ы̆), тина. Хорачка. Пшкрт. Нальă симĕс; шу нали [хăйма кап (ҕап) поçтарнса ларат]. Ib. Шуа нальă исе лартса.

намăс-симĕс

стыд вообще. N. Унăн вăтанасси мĕн çук ĕнтĕ, унăн намăс-симĕс пĕтнĕ.

нăрлат

жужжать. Çутт. 63. Пĕр ĕнтĕркесе çитнĕ симĕс шăна чӳрече умĕнче нăрлаткаласа çӳрет. Ib. 63. Нăрлатса вĕçсе çӳремелли кунсем иртсе кайрĕç пуль ĕнтĕ. КС. 1) Шăнапа сăпса нăрлатса вĕçеççĕ; З) сăвăсланпа нăрă нăрлатса вĕçеççĕ.

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

перчекке

(-ζ'-), перчатка. Ст. Ганьк. † Симĕс перчекки айинче. К.-Кушки. Икĕ перчеккене те çухатрăм.

писен

(-з-), украситься. Б. Бур. Юсанăп, писенĕп çулталăксăр тапранмăп. Собр. Юсанать, писенет, çулталăксăр тапранмасть. (Уçăм). N. Юсанать, писенет, симĕс те кăвак тăхăнать, çулталăксăр тапранмасть. (Уçăм). N. Юсанать, писенет, çулталăксăр хускалмасть. (Уçăм). Н. Карм. Исентĕм (так!), писентĕм, çулталăксăр тапранмарăм. (Уçăм).

пиçĕ-хăва

назв. какого-то вида тальника. Ст. Чек. Хăваран е ытти йывăçран мĕн те пулин авас пусан, йывăçа кăмакара малтан пĕçереççĕ, кăмакана пăрахса, çунакан кăварсене кăларсан. Унтан вара аваççĕ тин. Çырма тăрăх пĕр йышши хăва пур! ăна кăмакара пĕçермесĕрех авма юрат; вăл хăва пирте шултăра мар, çӳлен каснăран пуль, хуппин тĕсĕ тымарĕ патнерех хĕрлĕрех, çӳлелле симĕс.

пиçиххилĕ

с поясом. Букв. Пĕр пиçиххилĕ, симĕс пуçлă. (Кăвакал аçи).

полсаттин

(-за-), полсатин. Абаш. † Симĕс саттин — полсаттин, тĕсĕ карĕ, мĕн тăвас?

пусма

лестница. СТИК. Пусма, лестница у здания. Кан. Ишчейккăсем пусма тăрăх улăхса анни курса ларакансене питĕ те тĕлĕнтерет. Ib. Кашни йăттăн тенĕ пекех пусма çине пусса улăхас йĕрке урăхла. N. Хăшĕ пусмасем лартса хӳме çине хăпарнă. N. Пусмана чул çурт çумне тăратрĕ те, пусма кутне ваттине тыттарчĕ; хува çӳле хăпарса карĕ. N. Пусма тăрăх чупса хăпарса (анса) карăм. Микушк. † Атăл тĕпĕнче энче закладка пур, кĕрсе илме пусми çук. (Энче, драгоценный камень, так думает автор). || Крыльцо. ЧС. Пăлтăр пусми, кĕлет пусми. Бгтр. Посма вĕçĕнче (на крыльце избы) пĕр старик ларать, тет. Изамб. Т. Унтан пусма (крыльцо) патне пыраççĕ. Альш. † Сирĕнех пусмăрсем решетке: аллăрсенче симĕс перчекке. Хурамал. † Пусма вĕçне тăрса пăхса юлăр. ЧС. Анне пӳрт пусми çинче хуйхăрса ларат. Б. Олг. Хыйматлăх çатса тохат посма вĕçне утсане, тăратат. || Ступеньки крыльца. Альш. Ку сиктерет, тет те, сразу вунă пусмана çитерет, тет. N. Пусмăрсем пустав та, эп пусаймăп. Якейк. † Ати посми йĕс посма, килмен полсан, посман полсан, сăрланă посма полаччĕ. Ма килтĕм-ши, ма посрăм-ши? || Мостки. N. † Пуян хĕрĕ калпак çăват, пусми сайра пусмашкăн. || Стремя. N. Ылттăн йĕнер, кĕмĕл пусма. Сюгал-Яуш. Тата тепре пусрăм та, ман пусма çакланса ларчĕ. || Назв. всякой материи, кроме суконных материалов. Алших. Пурçăн пусма, шелковая ткань. Альш. Пусмасем-çипсем, таканасем-касмăксем курса пăхса çӳренĕ. Ib. Пусма кĕпе пит пусать. Нижар. † Тăрăх-тăрăх хура пусма, кĕпелĕх мар, кĕштеклĕх. Сунчел. † Лапка илемне кӳрекен, хрантсус пусма мар-ши çав? Кильд. † Улача кĕпе умĕ чăн пусма. Толст. Пуканине хăй хĕрлĕ пусма татăкĕсемпе тумлантарса пĕтернĕ. Имен. Пусма, бумажная материя. Ib. Пусма кĕпе тăхăннă. Ib. Ман пĕр пусма кĕпе те çук-ха. Сред. Юм. Хĕрарăмсĕн кĕпе арки вĕçне тытакан çитсӳне (ситец) посма теççĕ. Ib. Кĕпе аркине тытма хôра пôсма илтĕм-ха. Ib. Хĕрарăмсĕм кĕпе аркине тытакан хăмаçа пôсма теççĕ. Имен. Пусма — кĕпе арки тытмалли, тĕрлĕ тавартан касса кăларса, кĕпе аркине çавăнпа тытаççĕ. Ст. Чек. Пусма (ткань), пӳрне пусăм сарлакăшĕ, кĕпе аркине тытаççĕ. Ĕлĕк мăнтăр пусмаран касса тытнă, халь тĕрлĕ тавартан касса тытаççĕ. ЧП. Улача кĕпе сар пусма — арăмсенĕн юсанĕ. Изамб. Т., Янтик. Пусма, ситец. Пухтел. Çитсăпа пусма пĕр ятах (обозначает одно и то же). || Ясли. Питушк. || Назв. рыболовной снасти. Якейк. Пусма — алтăр пек, çипрен çыхса тăваççĕ.

аршăн

(аржы̆н), mensura Tschuv., quae triplicata efficit orgyiam septempedalem quae appellatur чалăш. liaaani. Lamina ferrea vel lignea eadem mensura. Аршин (мера длины); аршин (железная или дерев. полоса, служащая для измерения и имеющая 16 вершк. в дл.). Нюш-к. Çак тăла аршăнĕ мĕн чул? Сколько стоит аршин этого сукна. Ст. Чек. Çак тăлан аршăнĕ мĕн тăрат? Что стоит аршин этого сукна? Б. Олг. Мĕн чолĕ çак тăла аршăнĕ? Id. Альш. † Аршăн-аршăн пĕвĕмтĕр, ылттăн ука çӳçĕмтĕр. Во мне несколько аршин роста, мои волосы — золотой позумент. N. Кашни татăкне хăйне уйăрăм пĕрер аршăнтан лартса пымаллаччĕ. Нужно было каждый отрезок посадить на аршин один от другого. Ст. Чек. † Аршăнĕ-аршăнĕпе илтĕм симĕс пусма. Рак. † Пирĕн хыçра кӳл пит аслă, тимĕр аршăн путмастăр (scr. путмасттăр). У нас на задах такое большое озеро, что железный аршин не достигает дна. (Ирония?). N. Кирек ăçта кайсан та, аршăнра тăватă шит теççĕ. Quocunque venerimus, eadem rerum natura utendum est.

аршăнлатса

(аржы̆нлатса), eӓ mensorӓ, quae аршăнappellator, аршинами, поаршинно. К.-Кушки. † Аршăнлатса илтĕм симĕс пусма, кĕпелĕх мар, атте-анне, кĕштеклĕх. Мне отмеряли аршином зеленого ситца, не на рубашку, отец и мать, а на ластовицы. Ст. Чек. † Аршăнлатса илтĕм симĕс пусма (= аршăнпа виçтерсе).

аçа-чулĕ

, аçа-чолĕ, lapis ille, quo fulminator ferirc creditur. Изамб. Т. Аçа-чулĕ — гладкий желтоватый камень, аçа çапнă чухне çавăнпалан çапат, тет, т. е. когда бог молнии поражает предметы, то ударяет подобным камнем. КС. Аçа чулĕ — чăп-чăмăр, тăрăхларах та пулать (цвета высохшей замазки). Аçа çапсан, çĕре анса каять те, çичĕ (?) çултан анчах тухать, теççĕ. Ăна телейлĕ çынсем анчах тупаççĕ. Ăна сăра çине ярсан, пит хытă йӳçет те, пит хаяр пулать. Громовый камень бывает совершенно круглый или несколько продолговатый и похож по цвету на высохшую замазку. Когда бог молнии ударит им, то он уходат в землю и выходат оттуда только через семь (?) лет. Его находят лишь счастливцы. Если положить его в пиво, то оно очень сильно бродит и бывает очень пьяным. Хорачка. Аз'а џол’ы̆. пилэ̆к порн’ан jэ̆ри-да п̚ор онда, чол'ы̆ с’омы̆на. Громовый камень. На камне заметны следы от пяти пальцев. Н. Седяк. Аçа чулĕ. Аçа çапсан, темиçе çултан тухать; ăна, сăра йӳçмесен, сăра ăшне яраççĕ. Громовый камень выходит из земли через несколько лет; его кладут в пиво, если оно не бродит. Сред. Юм. Аçа чõлĕ. Хõрарах-сарă хытă чõла калаççĕ. Громовым камнем называется твердый камень черновато-желтого цвета. СПВВ. ИА. Аçа чулĕ. Чăвашсем: усал çынна аçа çапать, теççĕ. Громовый камень. Чуваши говорят, что бог молнии поражает (им) злых людей. Сказки и пред. чув. 47. Янтрак йăнăшма ĕлкĕрне çĕре тепĕр аçа чулĕ унăн çине Петĕр аллинчен персе те анчĕ. Ст. Чек. Аçа чулĕ тесе, пĕр йышши симĕс чула калаççĕ; ăна çĕçĕ витмес, вĕртереççĕ; сăра йӳçĕтнĕ çĕре ярсан, сăра аван йӳçет, теççĕ. N. Аслати алтса, аçа çапсан, хăш чухне çапнă япала хыпса та каять. Хăш чухне тата аçа ахаль çĕрех çапать те, аçа чулĕ çĕр айĕнчен çичĕ çултан тин тухать, тит. Çав чула сăра йӳçĕтнĕ чухне: сăри хаяр пултăр, тесе, сăра катки çине хураççĕ. БАБ. Виçĕ каçчен çав сăмахсене каласа вĕрсен, тăваттăмăш каçхине вучаха хуран çактарса, унта аçа чуль тата виç каç вĕрнĕ шыва ячĕ. Она (он?) произносила эти заклинания в течение трех вечеров, а на четвертый вечер велела повесить над очагом котел, положила в него громовый камень и влила воду, над которою она произносила заклинания в продолжение трех вечеров. (Из обряда «Пăсташ тасатни» — очищение порчи). Там же сказано, что этот — камень выбивает и выжигает порчу, насланную на дом (çуртăран пăсташа çапса çунтарса кăларат).

атте

(аттэ, ат'т'э), pater meus, мой отец. V. Аçу, Ашшĕ. Аттем, мой отец; аттемĕр, pater noster, наш отец. См. ати, атти. Сред. Юм. Атте вилчĕ — така пуç йõлчĕ, анне вилчĕ — хушпу йõлчĕ. Умер отец — осталась баранья голова (потому что голова барана достается на обеде старшему), умерла мать — осталось хушпу (головное украшение, увешанное монетами). (Поговорка, указывающая на безразличное отношение детей к родителям). Образцы 114. Хурамаран пĕкĕ авакана çӳлĕ кĕлет умне лартасчĕ: пире çăкăр-тăвар паракана атте кĕрекине лартасчĕ. Того, кто гнет дуги из вяза посадить-бы на верхний помост двухьярусного амбара; того, кто делит с нами хлеб и соль, посадить бы у батюшки за гостиный стол. Сред. Юм. Çавна тăвас пõлмасан, аттен ачи эп ан полам. Если я этого не сделаю, то пусть я не буду детищем своего отца! Так говорят в том случае, если вполне уверены, что сделают то, о чем идет речь. Ст. Чек. Пирĕн аттесем пĕр мар. У нас отец не один (мы от разных отцов). Сборн. мол. Эй çӳлти аттемĕр. Pater noster, qui es in caelis. СТИК. Пирĕн аттемĕрсем кăчуне пире пит хытă тыткала пуçларĕç. Наши отцы теперь стали держать нас строго. || In carminibus nuptialibus ita appellatur pater sponsae? Также называют отца невесты в свадебных песнях? Образцы. || Etiam socerum significare potest, h. e. mariti aut uxoris patrem. Иногда означает свекра или тестя. Ч.С. Инкесем пĕр çĕре тăчĕç те: эй мăнтарăн аттийĕ! Хаччен усал сăмах каламанччĕ, — ӳкĕрĕ (ӳгэ̆рэ̆, media vocali correpta; i. q. ӳкрĕ)-вилчĕ, мĕн тăвас!... Снохи сошлись все вместе и голосили: «Бедненький наш батюшка! До сих пор никогда не слыхали мы от него плохого слова!... Не стало его, — что нам делать!» Актай. † Симĕс шăрçа çип тиркет. Ай атте те, ай апи! эпĕ сан хĕрне тиркес çук. (Ĕçкĕ юрри).

посто

зеленое сукно. Пшкрт. См. пустав. || Кафтан из зеленого сукна. СПВВ. ТА. Посто = симĕс тăларан тунă сăкман.

пуçана

(-з'-), свояк. Сред. Юм. Юрк. † Ай, пуçана, çур çуна, иккĕн пĕрле пĕр çуна! Пшкрт. Поçана, свояк. Шибач. Поçана = арăмăн йăмăкне илекен. Н. Карм. Пуçана, муж пултăр и хунекем. Коракыш. Так-так такана, симĕс кайăк пуçана. (Кĕркунехи калçа). Сенчук. Пуçана! Атя иккĕн Туçана. N. Ман арăм енчен хĕр илнĕ арçынсем пуçана пулаççĕ. N. Пуçанăшĕ, его свояк.

пухтан

повидимому, присловье. Т. II. Загадки. Пушăт пухтан, симĕс сăхман. (Милĕк). Собр. Пушăт пухтан, симми кахтан (от русск. сними кафтан?), туртнă-çыхнă пилĕкне, урлă лартнă çĕлĕкне. (Мулча милки). См. пуштан.

пуш

, пош, пустой. См. пушă. Абыз. † Хунчкам, шăматкун сăра ĕçме пыр. Хунякама лартах пыр, пуш пулштавне илех пыр, симĕс стаккан хамăрăн пур. || Полый. А. Турт. Ишек. Йоман патне пучĕ, пош токмак çакăнса тăрать. Яргуньк. Пĕтĕкиç куçлă, эреветлĕ-теветлĕ, пурçăн кутлă, пуш кутлă. (Ула-кайăк). || Свободный от дела. Альш. Ку енче çавăнпа пĕчĕкçи-ваттипе халлапа ăста: пуш хутран час-часах яра-яра параççĕ ваттисем, карчăксем пĕчĕкçисене. || Напрасный, бесполезный. N. † Кăнтăрла та тухса сăмах хушманни каç тухса çӳрени пуш пулчĕ. Алешк.-Сапл. † Кăнтăрла сăмах хушманни каç çӳренĕ çулăм (дорога) пуш пулчĕ.

пушта

повидимому, присловье к сл. пушăт. Рак. Пушăт пушта, симĕс кафтан. (Милĕк). Не путта?

пуштан

повидимому, присловье. См. пухтан. Ау 380. Пушат пуштан, симĕс кафтан. (Милкĕ).

пӳ

рост. Тайба Т. † Хĕрсем пĕве кайнă чух та, сивĕ куçпа ан пăхăр. Собр. Ӳксе пĕве кайимарăм, питĕмрен хура каймарĕ. (Сак ырати). МПП. Пӳ — çĕр пĕвĕ, рост. || Возраст. Цив. † Эпĕ çак ялтан тухас çук, пӳ çитмесĕр ан илĕр (раньше, чем приду в возраст). Сала 302°. Пӳ епле, ĕмĕр çапла килет, тет. (Послов.). || Туловище, корпус, стан. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ; пĕвĕм-çийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумăш пек. Алешк.-Сапл. † Ман пӳ юлать çĕр айне. Шибач. Пӳ çĕклеми ĕссĕр полтăм. N. Шемшер урам — вăрăм урам, ман çамрăк пӳ шăнăçмаçт. Шишкин † Виçĕ кĕренке поканне кача порнепе çĕклерĕм; ял çинчи йăвăр ятне пĕчик пӳпе çĕклерĕм. Актай. † Пӳ курăнми хăйăр ăшне (с головою). Ib. † Илсе каяççĕ чуна, каçараймарăм пӳме. Лашм. † Куç кĕски мар — куçран пăхтарма, шур чĕнтĕр мар — пӳме виçтерме. Янтик. † Аркă çичĕ ан пĕрсессĕн, пӳне йывăр килмĕ-ши? Альш. Илтĕм симĕс кăтат, çĕлетрĕм сăкман, çаннисем те вăрăм, пӳ кĕске. Пазух. Пӳсрен те çипиркке çĕлетрĕм, çаннисем вăрăм та, пӳ кĕске. Сала 312º. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăйи те юрать пире. || Стебель, ствол; высота, равная длине ствола дерева. Ст. Чек. Хĕвел йывăç пĕвĕ (на высоте длины дерева) анчах юлчĕ. Кĕвĕсем. Шурта шăпчăк авăтать, хăмăш пĕвĕ (стебель) янăрать. Вăрманта кукку авăтать, вĕрене пĕвĕ (ствол) янăрать. СПВВ. Х. Хĕвел йывăç пӳ пурччĕ. || Длина, расстояние. Янш.-Норв. Пирĕн ялтан кăнтăрла енче, пĕр ана пĕвĕнчен (на расстоянии длины загона) тĕне кĕмен чăвашсенĕн масарĕ пур. N. Осем пирĕнтен пĕр ана пӳ ытларах çех тăраççĕ (стоят лишь на расстоянии длины одного загона).

пăван

(пы̆ван), слепень. Альш. Пăван, жук-навозник (!). Ib. Суккăр-пăван, слепень, овод. N. Пăван — общее название жуков и некоторых др. насекомых: сар пăван, суккăр пăван, шăршлă пăван, пĕчĕкçĕ пăван, çинче пăван. Орау. Паван вăл виçĕ тĕслĕ: шултăри пур, сар пăван, тата вĕтти, шурри. Саррисемпе вĕттисем выльăха пит сĕмсĕр çыпçăнаççĕ. Ib. Выçă пăван пек пырса кĕчĕ (или: килсе кĕчĕ, ворвался как голодный слепень). Ib. Чăвашла пĕлмест вăл, сăмаха пак персе ярать, суккăр пăван пырса перĕннĕ пек, пашалу тута. Собр. Симĕс пăван тухсан çиçĕмлĕ çăмăр пулат, теççĕ. ТММ. Иван — пăван, йытапа пĕр тăван. Сред. Юм. Пăван ларсан, лаша хӳрипе çапать. Если на лошадь сядет слепень, лошадь машет хвостом.

пăрçа

(пы̆рз'а, пŏрз'а), горох. N. Пире тăвансем кĕтнĕ мĕн, кĕтсен-кĕтсен килмесен, пăрçа пек куççуль тăкнă мĕн. N. Патака ытрăм та, питĕ çӳле хăпарса кайрĕ, хăпарса кайса, пăрçа пĕрчи пек анчах курăнчĕ. Капк. Çатма çинчен пăрçа сиксен, ача-пăча ташша илет. N. Çул çинче пăрçа хăмăлĕ выртма пуçласан, каçпа ларма юрать, теççĕ. N. Пăрçа хăмăлĕ лайăх, хутаççи çуккă, симĕс, пулса çитеймес. N. Çатма çинчи пăрçа пек çавăрăн. Юрк. Чăвашсем тата пăрçа пăттипе паранкă пăтти те пĕçереççĕ. Вĕсене çупа анчах çиеççĕ. Çу сахал чухне çинĕ вăхăтра, часрах пыра анса кайтăр тесе, уйран сыпаççĕ. Сĕт пурри сĕт сыпат. . Пăрçана чăвашсем пит сайра пĕçерĕççĕ. Çулталăкне виç-тăваттă та пĕçермеççĕ. Пăрçа пулсан, ăна пăрçа çăнăхĕ тума тăрăшарах параççĕ. Çăнăхĕнчен, паллă, салма пĕçерме. Авă çав пиркепе чăвашсем пăрçанăн пит сайра пĕçереççĕ. Пăрçаран чăвашсем пăрçа кукли те тăваççĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуникĕ ана тулă акрăмăр, кучĕ пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Пахча çим. 10. Пăрçапа пăрçа (у бобов) хушши 3 вершук пулмалла. Сред. Юм. Пăрçа али тесе пăрçапа пăри алакан шолтра алана калаççĕ. Решето для гороха и полбы. Сред. Юм. Пăрçа нимри пăрçа çăнăхĕнчен çемçерех пĕçерекен çимĕçе калаççĕ. Вомбу-к. Пăрçа яшки, вĕт салма тораса яраççĕ, сухан, пăрăç яраççĕ. N. Кунта какай яшки çук, пăрçа яшки, пулă шӳрпи, у та (= вăл та) шыв çиç. Сред. Юм. Пăрçа тар тохнă — çын вилнĕ чôхнĕ тôхакан шôлтра тара калаççĕ. Янтик. Çавсен иккĕшин пăрçа пиçмес вара. (Так говорят о тех людях, которые не могут ладить между собою).

пĕтер

(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.

рат

рад. Юрк. Хулара пулсан, унта пурăнма та рат тăват. Охотно, радостно. Альш. Кашкăрсем витене рат кĕрсе кайрĕç, тет. Бижб. Пратшăн прат кетӳ кĕтнине рат, теççĕ. (Послов.). Орау. Пĕлтĕр унтри (Андрей) шкула каясшăнах марччĕ те, кăçал ратрах çӳрет-ха (довольно охотно). || Радостный, охотный. Н. Карм. † Пирĕн патшан хули симĕс хула, рат кăмăлпа каян пĕрте çук.

ратăн

(-ды̆н), охотно. Самар. † Патшан тумтирри симĕс-кăвак, ратăн каякан никам çук.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

дятел

-тла ула кайӑк, улатакка, тӑхран; зелёный дятел симĕс кайӑк.

зелень

ж. мн. нет 1. симĕс тӗс; 2. ешӗл ÿсентӑран; яшкана яракан курӑксем, кӑшмансем; водяная зелень шапа пурҫӑнӗ (пăтти), шапа нимаки, кӑвакал пӑтти.

совершенно

йӑлт, йăлтах, пуҫӗпех пачах; йӑмӑх, лӑй, йĕпкĕн; сĕм; совершенно зелёный йăм симĕс; совершенно слепой сĕм-суккăр; совершенно чёрный йĕпкĕн хура; совершенно оглох пачах (пуҫӗпех) илтми пулнӑ; совершенно не знает сĕм те пĕлмест.

тонуть

несов., потонуть и утонуть сов. 1. пут; уголь в воде не тонет кăмрăк шывра путмасть; 2. (мĕн те пулин) айне пул, курăнми, палăрми пул; дома тонут в зелени çуртсем симĕс йывăçсем айĕнче курăнмаççĕ те (палăрмаççĕ те).

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

вĕрене тăрри

чиж — spinus spinus [çерçи йышши симĕс кайăк]

йĕп вăрри

(çарлан лĕппи) стрекоза — anisoptera [вăрăм çинçе кӳлепеллĕ, пысăк çунатлă кăпшанкă]; кăвак кӳлепеллĕ йĕп вăрри стрелка — agrion; лаптак йĕп вăрри плоская стрекоза — libellula depressa; симĕс кӳлепеллĕ йĕп вăрри люткa — lestes; чиперкке йĕп вăрри стрекоза-красотка — calopteryx virgo

калта

ящерица — lacerta [шуса çӳрекенсен йăхĕнчи вăрăм çинçе хӳреллĕ чĕрчун]; йăрă калта прыткая ящерица — lacerta agilis; пĕчĕк калта ящурка — eremias; симĕс калта зелёная ящерица — lacerta viridis; çавра пуçлă калта круглоголовка — phrynocephalus; çĕленле калта желтопузик — ophisaurus apodus [урасăр калта]; улăх калти луговая ящерица — lacerta practicola; чĕррĕн çуратакан калта живородящая ящерица — lacerta vivipara

кăсăя

синица — parus [çерçи йăхĕнчи симĕс-кăвак тĕслĕ вĕçен кайăк] вăрам хӳреллĕ кăсăя длиннохвостая синица — aegithalos caudatus; кăвак кăсăя синица-лазоревка — parus coeruleus; пĕчĕк кăсăя синица-московка — parus ater; пысăк кăсăя большая синица — parus major; xypa пуçлă кăсăя черноголовая гаичка — parus palustris; уссиллĕ кăсăя синица усатая — panurus biarmicus; пăвăр пуçлă кăсăя буроголовая гаичка (пухляк) — parus montanus; тĕпеклĕ кăсăя хохлатая синица (гренадёрка) — parus cristatus

королёк

королёк — regulus [çерçи йăхĕнчи сарă-симĕс тĕслĕ пĕчĕк вĕçен кайăк]; cap пуçлă королёк желтоголовый королёк — regulus regulus

пулă

рыба — pisces [шывра пурăнакан çурăм шăммиллĕ чĕрчун]; вăкăр пуслă пулă бычок-крушак — neogobius melanostomus [тинĕсре пурăнакан вăкăр пуçлă пулă]; вĕçевçĕ пулă летучая рыба — cheilopogon pirinatibarbatus [тинĕсре вĕçсе ишекен пулă]; йĕп пулă игла-рыба — syngnathus typhle [йĕп евĕрлĕ тинĕс пулли]; йĕплĕ пулă колюшка — culaea inconstans [йĕплĕ тинĕс пулли]; йӳçек пулă горчак — rhodeus sericeus [карп йышши пулă]; йытăлла пулă рыба-собака — sphaeroides rubripes [тинĕсре пурăнакан йытă пуçлă пулă]; кăвак пулă синец — abramis ballerus [карп йăхĕнчи кăвак çурăмлă пулă]; пăчкă пулă пила-рыба — pristis pectinatus [пăчкă сăмсаллă скат]; симĕс пулă елец — leuciscus leuciscus [карп йышши пулă]; çĕлен пулă вьюн — misgurnus fossilis [пĕчĕк усиллĕ, çĕлен евĕрлĕ пулă]; çыпçăнчăк пулă уклейка — alburnus alburnus; уйăхла пулă луна-рыба — mola mola [тинĕсре пурăнакан уйăх евĕрлĕ пулă]; хăйăр пулли щиповка — cobitis taenia [çĕлен евĕрлĕ пĕчĕк пулă]; хĕç пулă меч-рыба — xiphias gladius [хĕç евĕрлĕ çӳхе çăткăн тинĕс пулли]; хулăн çамкаллă пулă толстолобик — hypophthalmichthys molitrix; чулай пулли подкаменщик — cottus gobio

симĕс кайăк

зеленушка — chloris chloris [çерçи йăхĕнчи симĕс тĕслĕ вĕçен кайăк]

çĕр шапи

жаба — bufo [шывра та, çĕр çинче те пурăнаканнисен йăхĕнчи хӳресĕр чĕрчун]; сăрă çĕр шапи серая жаба — bufo bufo; симĕс çĕр шапи зелёная жаба — bufo viridis; хăмăш çĕр шапи камышовая жаба — bufo calamita

улатакка

дятел — picus [йывăç таккакан тĕрлĕ тĕслĕ вĕçен кайăк]; вăтам улатакка средний пёстрый дятел — dendrocopos medius; виç чĕрнеллĕ улатакка трёхпалый дятел — picoides tridactylus; кăвак пуçлă улатакка седоголовый дятел — picus canus; пĕчĕк улатакка малый пёстрый дятел — dendrocopos minor; пысăк улатакка большой пёстрый дятел — dendrocopos major; симĕс улатакка зелёный дятел — picus viridis; хупăллă улатакка чешуйчатый дятел — picus squamatus; шур çурăмлă улатакка белоспинный дятел — dendrocopos leucotos

шăна

муха — musca [йĕкĕр çунатлă кăпшанкă]; виле шăни падальная муха — lucilia sericata; Гессен шăни гессенская мушка — mayetiola destructor; какай шăни мясная муха — sarcophaga carnarid; кил-çурт шăни домовая муха — muscina stabulans; курпунлă шăна горбатка — phora thoracica; пĕçерткĕч шăна муха-жигалка — stomoxys calcitrans [этем тата выльăх юнне ĕçекен шăна]; пӳлĕм шăни комнатная муха — musca domestica; сĕрлевçĕ шăна муха-журчалка — conosyrphus volucellum; симĕс шăна муха-зеленушка — medetera; тислĕк шăни навозная муха — scatophaga stercoraria; уй шăни полевая муха — musca autumnalis; цеце шăна муха-цеце — glossina palpalis; швед шăни шведская муха — oscinella frit

шăрчăк

сверчок — gryllus [тӳрĕ çунатлисен йăхĕнчи кăпшанкă]; кĕсре шăрчăкĕ кобылка — chorthippus albomarginatus; кил-çурт шăрчăкĕ домовой сверчок — acheta domestica; căpă шăрчăк серый кузнечик — decticus verrucirorus; симĕс шăрчăк зеленый кузнечик — tettigonia viridissima; уй шăрчăкĕ полевой сверчок — gryllus campestris; юрлакан шăрчăк певчий кузнечик — tettigonia cantans

щурка

щурка — merops (йăвине çыран хĕрринче çĕр чавса тăвакан хитре вĕçен кайăк]; симĕс щурка зелёная щурка — merops superciliosus; хĕрлĕ щурка красная щурка — merops nubicus; ылтăн щурка золотистая щурка — merops apiaster

эвглена

эвглена — euglena viridis [шывра пурăнакан симĕс тĕслĕ пĕр клеткăллă чĕрчун]

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

симĕс

яшел

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

grün

simĕs
симĕс

Çавăн пекех пăхăр:

Симентер Симентер хăртни Симентӳк Сименюк « симĕс » симĕс кайăк симĕс калта симĕс кăмпа симĕс коккăр симĕс кӳлепеллĕ йĕп вăрри

симĕс
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org