Шырав: вăпăр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вăпăр

колдун, ведьма
вăпăр çийет — затмение луны

вупăр

см. вăпăр

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çулăх

(с’улы̆х), приставать, привязаться. Чăвашсем. 12. Унта ырăсем çулăхмĕ-ши? Кунта вилĕ пымĕ-ши? Кама 51. Шăрчăк! Ман хĕр патне çулăхма-и? Хорачка. Ман çомня çолăхрă, нимпе те орăлмарă çа çын. Альш. Ан çулăх, ан çыпçăн. Ерк. 122. Хĕвел çутти йăл пăхсан, мĕнле чĕр-чун савăнмĕ? Маттур каччă çулăхсан, мĕнле сар хĕр çаврăнмĕ? N. Вара сана ниепле чир-чĕр те çулăхаймĕ. Тогда к тебе никакая болезнь не пристанет. СПВВ. Вăл çулăхать — ерет, тытать, усал çулăхать. N. Вăпăр çулăхнă. Чăвашсем 2. Вăл такана çине çĕçĕ хураççĕ; çĕçĕ хумасан: усал çулăхать, теççĕ. N. Нимĕнле усал-тĕсел те, çын пăсни, хаяр сывлăш ун çумне ан çулăхтăр. Б. Олг. Отин (чит. один) ман çомне (= çома) çолăхат (всё привязывается). Ст. Чек. Ача çуралсан, пӳсĕр çулăхасран çӳхе çĕре çулчине (лист „шур эрĕм“) çыхса хураççĕ. || Путаться, связываться. Шорк. Вăл çавăн арăмĕ çомне çолăхнă, тет, тем (говорят, будто он спутался с его женой; в Сред. Юм.— çавăн маткине çыпăçнă). Ст. Чек. Ан çулăх. Не связывайся. Ib. Унпа çулăхса ан çӳре. Не путайся с ним. Альш. Кама пырса çулăхнă! С кем сошелся! Çулăхнă çулăхмаллинех! Нашел с кем связаться. Собр. Упаран хăтăлнă, кашкăра çулăхнă, теççĕ. (Послов.). Якейк. Ахаль мар ку, шта та полин çолăхнă полмалла (ему попало), ытла нумай окçа тыткалать. (Янт окçая топни, вăрлани). КС. Усал çынна (çынпа) çулăхрĕ. Напал на плохого человека, || Накинуться, напасть, налететь. Ск. и пред. чув. 46. Ăна: пĕве пĕвеленĕ çĕре пĕрре те пымастăн! тесе, çулăхрĕç. || Захватить силою. Сĕт-к. || Охватить. Кан. Çунакан ленттăран çулăм часах пĕтĕм театтăра çулăхса илнĕ. || Заниматься каким-либо делом. Кан. Лаша патĕнче çулăхса çӳреме çав тери юратать вăл.

çĕр

(с’ӧ̆р) назв. духа. Шарбаш. Тепĕр пăластăк ларсассăн, çĕр çинчен калаçа пуçларĕç. Çĕр ятлă усал йывăç ăшĕнче пурăнать, тет. Вăл çĕрле çынсене вăпăр пуснă пек пусать. Малтан вăл пĕчиккĕ, кайран пысăкланать (хăмпу пек). Виссар мучи ун çинчен çапла каларĕ: пĕре эпĕ Чураша кайнăччĕ. Манамар тĕлне çитрĕм. Тĕттĕм. Пĕр сысна пекскер ман хыççăн пырать. Ай-ай, пысăкланнă çемĕн пысăкланать. Капан пек пулчĕ. Эпĕ уна хăвалатăп. Вăл хытăрах. Çулран пăрăнтăм та, тин хăтăлтăм: вăл иртсе кайрĕ. Курти пичче те каларĕ: Эпĕ пĕре Муркаша кайса, Муркаш вăрманĕнчен тухрăм та, тĕлĕнсех кайрăм: вăрман хĕринче арман. Кам лартнă-ха ку армана? тетĕп. Манăн арман капан пулчĕ-тăчĕ.

хир

(хир), приподнимать рычагом, гнуть, разгибать, выдергивать с корнем. См. хаяр. КС. Тункатана рычакпа хирсе кăларчĕç. Капк. Качака сиксе тухрĕ те, рычак йăтнă хăй, хирет кăна, пичкесене ураран рычакпа яра пуçларĕ. Ала 55. Кĕлетĕн пĕр кĕтессине хирсе йăтрĕç çын кĕмелĕх. Кан. Тимĕр лумпа хирсе 250 хăма кăларчĕç (изо льда). Ib. Эпĕр сан çекрет арчуна шĕшлĕпе хирсе уçрăмăр. Çĕнтерчĕ 35. Малтан хăрах хăлхине эмеле ярĕклĕн яртараççĕ, кайран, ыраттарма пуçласан, çыхса пăрахмасăр, çăварне шĕшлĕпе хирмесĕр ĕç те тухмасть. || Срубать или срывать. Альш. Миккул шĕшкĕ каснă чухне шĕшке хирет кăна. Ib. Ачасем вĕт шĕшкĕсене алăпалан хирчĕç кăна (ломали). Сред. Юм. Такам пахчинчен хирсе тохнă ĕнтĕ кô олмана ăсĕм, хăйсĕн пахча çôк ĕнтĕ кăсĕн. КС. Паян вăрманта пушăта хирнĕ вăсам (много нарубили, без счета). Шинер-п. Пӳртӳм хăмисене пуртăсемпе хирсе тăкрăç. Хурамал. Йывăçа нумай кассассăн, хирсе тăкнă, теççĕ. || Натягивать Изамб. Т. Вĕрен лăнчă пулсан, ăна хиреççĕ (натягивают). Ст. Чек. Хивсене пăрт-йывăççипе хиреççĕ (пăраççĕ). || Вертеть. N. Ан хир. Не верти. || В. Олг. Патакпа хирсе кăлар (выгнать побоями). || Бить, разбиваться. Кама 21. Эсĕ çапла вĕт. Санран сиен тумасăр пулать-и. Сан аллусем çын аллисем пек мар вĕт. Хиретĕн вара чашăк-çăпалана. || Истреблять. Изванк. Таках выльăхсене хирсе пурăнать (мур). Ст. Яха-к. Маçилке каларĕ (погадав): вăт ĕнтĕ вăл чӳк сиксе тухрĕ, анчах сирĕн куçăра те курнат, темĕн, вăл епле сире хăвăра выльăх-чĕрлĕхĕрĕ мĕнпех хирсе тăрат (губит). (Туй тавраш тасаттарни). Ib. Эсĕ выльăх-чĕрлĕхе те хирсе ан тăк, çултан çула хутшăнтарса пыр. Не истребляй скота, но приумножай его с года на год. (Из моленья). Истор. Азияра çавăн чух пĕр Тамерлан ятлă хан пур халăхсене хирсе тухнă. КС. Кăçал мур лашасене хирсе карĕ (истребил). Баран. 110. Е вĕсене чир килсе хирсе тухать, е тата усал çанталăкпа пĕтеççĕ (погибают). N. Мур хирĕшшĕ! || Разрушать. Сĕт-к. Хватлă çомăр çуса Мочкаш çинчи, Выл çинчи армансене йăлт хирсе кайнă (армансем татса кайнă). || Пробирать, бранить. N. Хăшĕ-пĕрисем халĕ те ачисене тертлентерсе пĕтереççĕ, ĕçсе килсен хиреççĕ анчах. N. Сăмсуна тасатаймастăн, тесе хирет хайхи ачана. N. Тапратрĕ вăл ачасене хирмешкĕн. || Усиленно работать. || Сред. Юм. Эс туса хирен пôль ĕнтĕ тăта, эп тăваймарăм ĕнтĕ... (с иронией. Смысл: где тебе сделать). Ib. Хирет ĕнтĕ ô. Ну уж он сделает! (Говорят иронически о человеке, не могущем сделать). Ib. Эпир пĕрре иксĕмĕр калемпĕре кайрăмăр та ôнпа, хирет вит ôхмах калĕмпĕре, эп ик çых татнă çĕре виçшер, тватшар çых татать. N. Вăкăр пек (вăпăр пек, вупăр пек) хирет. Усиленно работает. Якейк. Вăсам тырра хиреççĕ анчах. Альш. Темĕн чухлĕ хир хирсе пăрахнă (большое количество поля сжали). Ир. сывл. 34. Килех, илех çавуна, хирсе тăках çаранна.

алпастă

(албасты̆), daemones mail, incuborurn genus, quorum nomina In Jncantationlbus commemorantur. Некоторые злые духи, имена которых упоминаются в наговорах. V. албасты in С. Максимов. Остатки язычества в современ. верованиях крещ. татар Казан. хуб. Казань, 1876 (Отд. оттиск из „Известий по Казан. енарх.“ за 1876 г., №№ 19 — 20), стр. 27 sqq. Ст. Чек. Албастă — çынна усал ерни е аçтаккă ерни. Хĕр патне каччă пулса, каччă патне хĕр пулса пырат, тет; кайнă чухне: „Ан кала никама та!“ тесе хĕнесе хăварат, тет. Албасты̆ — это злой дух или аçтаккă ([араб сăмахĕ])? пристающий к человеку. К юношам он является в образе девушки, а к девушкам — в образе юноши. Когда он уходит, то бьет человека и наказывает не говорить никому. Н. Седяк. „Куйкăрăш, алпастă — бес“. Ст. Ганьк. Усал чĕлхи е алпастă. Çын усалпа чирлесен шăм-шак сурат, алă-урана тапратмалла мар çывăрса каят, каç выртсан тĕлленсе аташса çывăрат. Çавăн пек чире çапла вĕреççĕ: „Çил алпасти, — мул алпасти, шыв алпасти, вутлă алпасти, вутлă хаяр, вутлă сехмет, вутлă усал çулăхнипе таврăнать. Йытă (scr. йытă) алпасти, чăхă алпасти, кайăк алпасти, мунча алпасти, çил вăпри, хĕвел вăпри, шыв вăпри, вил кил (scr. виль киль) кайăк вăпри (в друюм списке читаем: „вилĕ вăпри, кил вăпри, кайăк вăпри“), укçа вăпри, вутлă (scr. Вутлă) вăпăр, вутлă сехмет, вутлă хаяр, вутлă усал çулăхнипеле таврăнать. Питĕрпе Мускав хушшинче 12 çулхи хĕр пур, çавăнта кай; ан тавлаш, ан хирĕç. Наговор против злого духа или алпастă. Если человек захворает от злого духа, то у него ломит все кости; он засыпает так, что не может двивуть ни рукою ни ногою, и по ночам, во сне, бредит. Эту болезнь отчитывают так: „Возвращается назад (болезнь, случавшаяся) от встречи с алпастă ветра, с алпастă богатства, с алпастă воды, с огненным алпастă, с огненным лихом, с огненным недугои, с огнееным злым духом! Возвращается назад [т. е. болезнь, случившаяся] от встречи с собачьим алпастă, с куриным алпастă, с птичьим [или: звериным, т. к. кайăк означает вообще животных и птиц, не прирученных человеком, а в некоторых говорах — зайца] алпастă. с банным алластă, с вăпăр’ом ветра, с вăпăром солнечным, с водяным вăпăр’ом, с вăпăр’ом мертвеца, с птичьим [или: звернным; см. выше] вăпăром, с огненным недугом, с огненным лихом, с огненным нечистым духом. Между Питером и Москвой есть двенадцатилетняя девушка, — туда и ступай. Не спорь, не противься! [т. е. изгнанию]. И. К. Токмаков записал на своей родине ( Ст. Чек.) следующие татар поверья об алпастă. „Алпастă — усал, аçтаккă; йĕкĕт патне хĕр пулса пырат, хĕр патне каччă пулса пырат, тет; кайнă чух: никама та ан кала!“ тесе çапса хăварат, тет. „Эп кайнă чух ман хыçма (на мой зад) ан пăх“, тесе калат, тет. Хыçĕ хăйин ытла та ирсĕр (отвратительный) тет, умĕ (перёд) илемлĕ, тет. Вăл мĕн каланине итлемесен хĕнет, тет. „Другой татарин объяснял так. Албасты — дьявол, пугающий человека, когда он остается один или спит. Борется с сонным человеком: на спящего ложится, и ему бивает тяжело подняться, даже поднять руки: оне его не слушаются; слова молитвы не произносятся, крик никому не слышен. По-чувашски: вăпăр пуснă. Еще обьяснение. Албасты — шайтан, показывающийся людям в виде разнообразных предметов: скирда животных, людей и т. п. После захода (солнца?) албасты может явиться куда ему угодно и делать что ему угодно. После первого петуха уходит. „Шавгым суга“, (т. е.) чир ярат, искалечивает. Человек, одержимый албасты, дрожит. Выздоравливает вĕрсен (т. е. после отчитывания): алпастă вĕрсен каят. Албасты, обьяснение которого находится выше [не албасты, а], аçтаккă, диавол, соблазняющий молодых людей обоего пола половыми соблазнами по ночам: хĕр патне качă пулса пырат, каччă патне хĕр пулса... (см. выше). Аçтаккă пристает к нечистоплотным людям, особенно к невоздержным сладострастникам (-цам), и к очень чистоплотным“. Из этих обьяснений видно, что [араб сăмахĕ] и [араб сăмахĕ] в татарском представлении иногда смешиваются. Ср. „Я. Коблов. Миөология казанских татар“, 18 с, где слово албасты неправильно произведено от эл, рука, и басмаk, давить, или от алд (scr. алт), перед, и того же глагола. Ошаб. и г. Ме́záros, который в одн. сочинении производит это слово от ал, алый, и басты. || Translate de homine spurco, immundo, negligente dicitur. Переносно означает грязного, неряшливого человека. СПВВ. ЕХ. Алпастă — çӳçне-пуçне тирпейлемен çын, т. е. человек. который не приводит в порядок своих волос, растрепа. Уралка. Алпастă — неряха. СПВВ. ТМ. Алпастă — çӳçне турамасăр, питне çумасăр, начар тумтирпе çӳрекен çынна калаççĕ. Алпаста — называют человека, который не чешет головы, не умывается и ходит в плохом платье. || Item de homine stulto et petulanti. Также говорится о глупом, озорном человеке. П. Седяк. Алпастă — ухмах, шух, талпас çынна калаççĕ: „Алпастă пек эсĕ“, теççĕ. „Алпастă — называют глупого, озорного... человека.

аппалан

(аппалан), in re futili et frivola occupatum esse; laborare; operam frustra conterere, saxum sarrire. Заниматься пустяками; возиться (валандаться) над чем-либо; утруждать себя чем-либо, иногда неважным. Может быть, произведено от слова „аппа“ таким же образом, как мы это видим в словах: анналанса çӳрет, майккаланса çӳрет (ведет себя как Анна, как Марья). Чирич-к. Цив. Çапла аппаланса вара каç та пулать. Таким образом в этом валанданьи (проходит день и наступает) вечер. СТИК. Ан аппаланса тăр ĕнтĕ, часрах кил. Нечего заниматься пустяками, иди сюда скорее! Якей. Çав кĕт ĕçпех аппаланса кон иртерч. С таким пустяковым (= небольшим) делом провозился весь день. Ib. Çырмара чол кăларма хăтланса виçĕ кон аппалантăмăр. Вытаскивая камень, мы провозились в овраге три дня. Ib. Тем чол аппалансан та, эс ним те тăвас çок. Сколько ты ни провозишься, а все-таки ничего не сделаешь. Ib. Вăл осал ача-пăчапа аппаланас килмеçт. Не хочется возиться (тратить время) с этими негодными детьми. Беседа чув. 6. Кирлĕ-хирлĕмарпа аппаланман. Пустыми делами (пустяками, чем не надо) он не занимался. Аттик. Çапах вĕсем хăйсем, авал киремете пуççапса пурăннă çынсем пек, тĕрлĕ япаласене чӳклесе, пуççапса аппаланса пурăнаççĕ. Однако они, подобно старинным поклонникам киремети, занимаются пустяками, покдоняясь и принося жертвы различным божествам (или: духам). Н. Карм. Мĕн аппаланса ларатăн? Что ты сидишь и занимаешься ерундой? ЧС. Атте лупас айĕнче вилнĕ лаша патĕнче темĕн аппаланса тăрат. Отец что-то возится под сăраем около павшей лошади. Шурм., № 26. Каллах кăмака умĕнче апплана пуçларĕ. (Она) опять стала (над чем-то) возиться у печки, т. е. что-то делать, напр. стряпать. Изамб. Т. Мĕн эсир шыв хĕрринче аппаланатăр? Что это вы возитесь (т. е. делаете) на берегу? или: чем это вы занимаетесь на берегу? Сред. Юм. Аппаланас пõлать ĕнтĕ, мĕн тăвас тен! Что делать, приходится (или: придется) возиться с этим делом! т. е. заняться им. Орау. Нумайччен аппаланса тăтăм шывра. Долго возился я в воде. Çĕн-Кипек. Çапла аппалансан-аппалансан вăпăрĕ уйăхне çитсе тытать те: „Сана çырăм ĕнтĕ“, тит вара. Провозившись таким образом некоторое время, „вăпăр“ настигает и схватывает месяц, и говорит: „Ну, теперь я тебя съел“. (Игра).

лăпăрлă карчăк

ведьма. Панклеи. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк кăвапине туртăп. (Кăнчала арлани). Ib. Лăпăрлă карчăк çите килет; çӳхеме (= çӳхӳ+м, мои лепешки) те çиса ячĕ, такмакăма та çиса ячĕ, хама та çиса ярать. См. вăпăр-карчăк.

вутла усал

назв. духа в наговоре. Макка 184. N. Вутлă усал çыпăçнипе таврăнат. (Из заклинания „Алпастă“). Ib. Усалĕ çынтан каят. Вутлă усал — вутлă сехмет. (В заклин. из Бугурусл. (?) у. встр.: вутлă алпастă, вутлă вăпăр, вутлă сехмет, вутлă хаяр).

вăвăр

(вы̆вы̆р), то же, что вăпăр. Хорачка. Ку ойха вăвăр çире. Ib. Так олмăççам хăраччĕ те, она: вăвăр çисе, теччĕ. Ib. Хӳеле вăвăр çиет. Пшкрт. Вŏβŏр с’иӓт.

вăпăр

то же, что вупăр. Магн. М. 146, 147. Н. Карм. Хăш çынна чирлетет: вăпăр çулăхнă, теççĕ; хаш çынпа, выльăха та, чĕкĕртет. Вăпăр çулăхсан, пилеш йывăçне, куç пăсăлсассăн, куçа сĕреççĕ, вар-витти пулсассăн, вĕретсе ĕçеççĕ. Ходар. Тырра вăпăр ан çитĕр, тесе, ăна (рябину-пилеш) кĕлете, тырă пури çине, кӳртсе хураççĕ. СПВВ. ВА. «Вăпăрлă çын — человек чующий». Бгтр. Вăпăр пусни — кошмар. Ст. Ганьк. Çил вăп(ă)ри, хĕвел вăп(ă)ри, шыв вăп(ă)ри, вил-кил-кайăк вăп(ă)ри, укçа вăпри, вутлă вăпăр. Пшкрт. Вăпăр (вŏβŏл) çиет. Происходит затмение солнца. Ядр. Вăпăр — упырь.

вăпăр-карчăк

то же, что вăпăрлă карçăк. КС. Ват карчăка юратмасассăн: вăпăр карчăк, тиççĕ.

вăпăр-курăкĕ

назв. раст. (колючая трава). Ст. чек. Вăпăр-курăкĕ кладут сентĕре кашти айне, алăк çине, чтобы «вăпăр» не мог переступить порога. Ib. Вăпăр-курăкĕ = ие курăкĕ, хаяр-курăкĕ. У каз тат. убы̆р уты̆ — чертополох (Дик. Валиди).

вăпăрлă

то же, что вупăрлă. Асак. Вăнăрлă пусат = вăпăр пусат. Хурамал. Хăшĕ çын вăпăрлă пулать, теççĕ. Вăл çынна вилсе пытарсан, кайран унан ӳчĕ çĕрмест, теççĕ. Вăл çыннăн пытарнă тăпри çинче шăтăк пулать, теççĕ. Çулла вара çумăр çумасан: çавсем чараççĕ пулĕ, тесе, вăсен шăтăкĕсене, кайса, шыв яраççĕ. Унта хĕр-арăмсем те каяççĕ. Çав çынсене хăшне-хăшне, çĕрле кайса, чавса кăлараççĕ те, урăх çере, лачакана, кайса, пытараççĕ. Çав çынсен ӳчĕсем пĕре те çĕрмен, теççĕ.

вăпăрлă çын

см. вăпăр. Хурамал. Вăпăрлă çын имĕш шуйттана паллать, теççĕ.

уйăха вăпăр çини

затмение луны. Городище Б. Уйăха вăпăр çине. (Произошло) лунное затмение. Хурамал. Уйăх тĕттĕмленнĕ чух, уйăха вăпăр çиять, теççĕ. Ăна курсассăнах, пилеш сенĕк юппине чĕрсе (= уйăрса) пăрахаççĕ, унтан, уйăх енелле тухса, уйăха хирĕç вутлă кĕл сапаççĕ; çапла тусан, вăпăр çиме чарăнать, теççĕ. Богат. Пĕр вăпăр карчăк пулнă, тет, унăн кĕрӳшĕпе хĕрĕ пулнă, тет. Уйăх тулса çитсессĕн, çав карчăк кĕрӳшпе хĕрне чĕнчĕ, тет те, пăртак калаçса ларчĕç, тет. Карчăкки кĕрӳшне калать, тет: эсĕ уйăха юçланă чух турра ан асăн, тесе каларĕ, тет. Вара кăмака çамки çине вир акрĕç тет, те, виçĕш виç пучушши çине утланса, уйăх патне хăпарса карĕç, тет. Карчаккипе хĕрĕ икĕшĕ те турра асăнмасăрах уйăха пуçласа çирĕç, тет. Кĕрӳшĕ: турă çырлах, турă пулăш! тесе, çиме пуçларĕ, тет. Хунямăшĕ кĕрӳшне: апла ан кала, турă илтет! тесе каларĕ, тет. Турă илтсе пычĕ, тет те, карчăккипе хĕрне шалча çине, кĕрӳшне улăм ури çине лартрĕ, тет.

уйăх тĕттĕмленни

затмение луны. См. уйăха вăпăр çини.

упри

(чит. убриы), неизв. слово. Отсюда: убоиылэ̆ вы̆л'аччы̆, играют в жмурки. См. вăпăр.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

вупăр

, диал. вăпăр уст. «злой дух», «упырь», «кошмар», «оборотень»; по объяснению древних чуваш, затмение луны — это вупăр пожирает луну; вупăр карчăк «баба-яга», тур обур уст. «злой дух», «ведьма», «ненасытный обжора» (Радлов); башк., тат., мишар. убыр «колдунья», «оборотень»; «обжора»; кирг., обур, казах., ног. обыр, «ненасытный», «обжора»; карач.-балк. обур «чародей», «колдун», «оборотень», «ведьма». Происходят от глагола уб (тат.) ~ уп ~ oп «проглотить»; казах. обып коп «сожрать», «жадно глотать»; башк. убып ал «засосать»; якут. обор «сосать»; в русский язык слово упырь проникло из тюркских языков.

Çавăн пекех пăхăр:

вăннăллă вăнпу вăнт вăпăл « вăпăр » вăпăр-карчăк вăпăр-курăкĕ вăпăрлă вăпăрлă çын вăпăрлă карчăк

вăпăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org