Шырав: калта

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

калта

ящерица

саламандра

зоол.
саламандра (çĕр çинче те, шывра та пурăнакан калта евĕр чĕрчун)

террариум

террариум (çĕлен-калта тытмалли вырăн)
çĕленсене террариумра усра — содержать змей в террариуме

якăлти

кокетливый


якăлти калтабран. вертихвостка

ящер

зоол.
ящер (авал вилсе пĕтнĕ калта евĕрлĕ пысăк чĕрчун)
стегозавр — ĕлĕк-авал пурăннă пысăк ящер

çĕлен-шăван

то же, что çĕлен-калта

çивĕч

бойко, проворно, резво
çивĕч ача — бойкий мальчик
çивĕч калта — юркая ящерица
çивĕч лаша — горячий конь
çивĕч чупса кай — резво побежать

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

калта

ящерица.

82 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

синкерлĕ

(-гэ-), приносящий зло. Зап. ВНО. Синкерлĕ, бедовое. НИП. Уйăх хушши тунă чухне çуралнă çын синкерлĕ пулат; вăл ылханни çынна çитет, теççĕ. || Опасный, опасно. СПВВ. ЕС. Çĕлен-калта сăхсан синкерлĕ, усал, час тӳрленмест, теççĕ. Шарбаш. Чув. Сорма? Хачă-çĕçĕ синкерлĕ (опасно). Сам. 59. Çак синкерлĕ çул асаплăн чуна пăвса тăнă чух... N. Сивĕ-çăла пăрăнчен, синкерлĕ çумăрĕнчен асăнса кĕлтăвакан кĕлĕ. См. халăхăн вăкăр чӳкĕ. || Стюх. † Симĕс çĕлĕк синкерлĕ, кăвак çĕлĕк кăвакаллă.

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

çĕлен-калта

пресмыкающиеся. N. Тискер кайăк шăл-çăварĕ, çĕлен-калта сăнни. N. Пирĕн вăрманта çĕлен-калта нумай. ЧС. Ваттисем хăна тимен çĕлен-калтана, тискер кайăка тиме хушман. (Послов.).

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тухат

(туhат), колдовать, ворожить. ЧС. Вăл, хăйĕн тутлă çиесси килсенех, пĕр-пĕр çынна хăй тухатса парса, хăех вĕрсе, сурса тӳрлететчĕ, тет те, ăна вара çавăншăн пит ĕçтерсе çитеретчĕç, тет. Дик. леб 51. Шав хăйĕн тухатса памалли япалисемпе муталанать. Собр. Тухатса (пăсса) вĕлернĕ выльăхăн чĕринчен çĕлен, калта, шапа тухат, теççĕ. СПВВ. Тухатмăш тухатса панă. Ал. цв. 28. Хĕр тупăнсан вара тухатни ман çинчен каймалла, эпĕ вара ĕлĕкхи пекех çамрăк, этем е юрăхлă çын пулмаллаччĕ.

куç чĕлхи

заклинание от сглаза. Ст. Чек. Куç чĕлхи. Турăран ырлăх пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. Çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче çитмĕл те çичĕ тĕслĕ чĕлхе çинче, хура вăрман варринчи хура çĕлене хăçан куçпа хĕстерсе илĕн, çавăн чухне куç ӳктĕр. (Лаша çине, хăт çынна, хăт мĕне, кăмпапа тĕтĕрсен те, ахаль вĕрсен те, çапла калаççĕ). Курм. Хăнтăр çине хăнча хаярлă ӳкет, çан чоне тин ӳктĕр ман çине коç. Калта çине хăнча хаярлă коç пăхса ӳккĕр, çан чоне тин ӳктĕр. Шапа çине хăнча хаярлă коç ӳккĕр, çан чоне тин хаярлă коç ӳктĕр. (Из «коç чĕлхи»).

кăшăл-кашăл

(-кажы̆л), подр. неодинаковому шуму. Альш. Кăшăл-кашăл сĕтĕрет. Тащит вещь (напр. по земле) с большим шумом, то в одну сторону, то в другую, зигзагообразно. Завражн. Калта кăшăл-кашăл туса тарчĕ. Сред. Юм. Эп: мĕн кăшăл-кашăл туса сăтăрлса кĕрет?! тесе, шартах сикрĕм (ужаснулся).

тĕмĕ

(тэ̆мэ̆), куст. Яраба-к. Пшкрт. || Кочка. Ала 73. Авкарти хыçĕнче шур юр тĕми, шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Юрк. И тĕмĕ пур, тĕмĕ пур, тĕми çинче калта пур. || Пяток снопов. Тим. Çаксам кашни тĕмĕ тумасренех малала илсе пыраççĕ, тет, ачине. Тим.-к. Вĕсем çав ачана пит хытă юратнă. Тырă вырма кайсан çав ачана тĕмĕрен тĕмĕ сиктерсе пынă, тет. ЙФН. † Эпĕ вырас çурлийĕ тĕмĕ çинче тăминччĕ, пĕри тытса выринччĕ. (Солд. п.).

Шенкерпи

яз. имя женщ. Рекеев. БАБ. Шенкерпи — пĕтĕм (scr. пĕтĕ) тĕнчери юмăçсен пуçлăхĕ. Ib. Атăл урлă Шенкерпи карчăк килет: çăлтăр куçлă, ылттăн çӳçлĕ, кĕмĕл шăллă, çĕлен чĕлхеллĕ, калта чĕреллĕ, сăмах каламассерен çăварĕнчен вут хĕлхем тухат, тет. Тăшман, тухсан тух, тухмасан татат-хыпат, çăтат-ярат. Чфу, чфу! чфу! тет. (Из наговора „Пăсташ тасатни“).

пĕтĕм

(пэ̆дэ̆м, пӧ̌д'ӧ̌м), целый, цельный. Ал. цв. 3. Хĕвел тухăçĕ енчи кĕленчерен тунă тап-таса, пăсăлман пĕтĕм куçкĕски. Альш. † Арча-арча панулми, суйласан та пĕтĕмми тухмас-çке. N. Пĕтĕмми килсе çитсен, вăл кăшт анчаххи пĕтĕ. N. Пĕтĕм çанă, цельный рукав. Юрк. † Арча-арча сарă улма, суйласан та тухмас пĕтĕмĕ. || Самостоятельный, полный. Ашшĕ-амăшне. Эсĕ ĕлĕкхин пекех хисеп курса, пĕтĕм хуçа пулса пурăна пуçлăн... || Взрослый. СТИК. Пĕтĕм çын = çитĕннĕ çын. IЬ. Пĕтĕм çынна çитнĕ ĕнтĕ, ача йăлине пăрахман-ха. Альш. Унта епле пулсан та пĕр-пĕр хамăртан пысăкраххи е пĕтĕм пысăк (совсем взрослый) çынах пулатчĕ пирĕн, хурт астăваканни. || Весь, все. N. Пĕтĕм яла кашни çын патне кĕрсе çӳренĕ. (Из обряда «Сĕрен».). Турх. Пĕтĕм çĕр пичĕ (лицо земли) тĕттĕм çеç. N. Пĕтĕм ĕмĕрĕме хулара пурăнса ирттертĕм. БАБ. Шенкерпи — пĕтĕм тĕнчери юмăçсен пуçлăхĕ. N. Пĕтĕм хир çын вилли анчах пулнă. N. Пĕтĕм патшалăхран пухăнаççĕ. Со всего государства собираются. Аттик. Пĕтĕм çынтан (после всех) кайран пуçларăмăр, пуринчен малтан пĕтермелĕхне патăр. (Моленье в жатву). Микушк. Пĕтĕм выльăх çывăрса карĕ. Цив. Пĕтĕм çын тĕлĕнсе юлчĕç, тет. Конст. чăв. Пĕтĕм чăвашсем пуçтарăнса вуларăмăр. || Исключительно, сплошь. С. Айб. Вăл вырăнта пĕтĕм çĕлен-калта кăна. М. Яуши. Вăл пĕтĕм шĕшки, юманĕ, çĕмĕрт касăрĕ (= касрĕ, рубил сплошь все), тет. || Совсем, совершенно. N. Çĕрле пулсан Константинопăль хули пĕтĕм пушанса юлнă. N. Мана пĕтĕм халлĕн (совершенно) çĕнет. N. Пăрмай çомăр çурĕ, вара пĕтĕм сивĕ шăнтса карĕ (потом ударил мороз).

Алтакким

(Алдакким), nom. propr. viri, Eudocimus, личн. христ. имя Евдокам (Альш., Н. Седяк., Раков., Ст. Чек.) Н. Седяк. Алтакким-калтакким, калта тирĕ сĕвекен, икĕ пусла паракан. Евдоким-калдаким (непереводимое слово), сдирает шкурки с ящериц и продает их по две копейки. (Насмешка над именем Евдоким). Ракова. Алтакким-калтакким, çĕр сакăр вун çăмарта. (Шултăра урлă-урлă кĕпе). Евдоким-калдаким, сто восемьдесят яиц. (Загадка о рубахе, сшитой из пестряди с крупными клетками).

калушка

присловье неизв. зн. Сала 235. Михал Михалушка, калушка, калта тирне сĕвекен.

калта

(калда), ящерица. Орау. Калта калт, хӳри шалт, çĕççĕм те пур, пурттăм та пур, чикем те пăрахам! (Говорят, когда увидят ящерицу). Пазух. Калта пуса, касса тух, çĕлен пуса, шуса тух. N. Калта пекки, похожий на ящерицу. КС. Калта калт, хӳри шалт. (Приговорка). Сред. Юм. Калта корсан, картне илĕп; çĕлен корсан, çуне илĕп! (Вăрмана пырса кĕнĕ чохне çапла каласа кĕреççĕ). Ib. Калта пик, тесе, пит çăмăл пĕчик çынна калаççĕ. || Прозвище всех женщин по имени Авдотья. Сред. Юм.

калтатти

приговорка к сл. Алтатти. Ст. Шаймурз. Алтатти, калтатти, вуник калта хӳри сăвакан, виçĕ пус укçана тапак илсе туртакан, тапаланса выртакан.

яшăл

подр. движению и шороху ползущей змеи или ящерицы. Сред. Юм. Çĕлен яшăлл тутарса ката (куст) ăшне кĕрсе кайрĕ. СТИК. Хам ура айĕнчех çĕлен яшăл турĕ (хускалчĕ, тăсăлчĕ, çаврăнчĕ те, яшăлл тенĕ пек сасă илтĕнчĕ). IЬ. Пит çинче темĕскер яшăлл турĕ те, сикрĕм-тăтăм; вăл иккен калта (это вызвало особое ощущение).

яшăлтат

копошиться. Чăв. юм. 1919, 13. Ах, турă! арча хуппине уçса ярсанах, симĕс кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ! Сĕрепсĕр нумай. N. Хĕрсем-каччăсем хыçĕнчен пыраççĕ вак-тĕвек ача-пăча яшăлтатса. КС. Утă валемĕ айĕнчен çĕлен яшăлтатса тухрĕ (с трением о сено). Янтик. Вăрман хĕрринчи çаранта çĕлен яшăлтатса çӳреннине куртăмăр (она ползла извиваясь).

йоптăх

неизв. сл. в песне. Панклеи. Чи-чи чикалта, чикалта, чикалта капăр пăр капăр, пăр капăр; йоптăх, йоптăх хора калта, хора калта. (Песня в игре «чикалта»).

лакăм

(лагы̆м), лагун (для дегтя, воды и пр.). Сĕт-к. Пирн лакăм час шăршăнмасăр хоплать. Альш. Тăватă лакăм сăра. Шел. 127. Тĕпсĕр лакăма (в ненасытные утробы) апат тултарса... çывра пуçларĕç. Изванк. † Ĕçлен-калта вăрманта, кĕсре хури лакăмра. Изамб. Т. Лакăмпа хире (в поле) шыв илсе каяççĕ. Ib. Тикĕт лакăмĕ, лагун для дегтя. Юрк. Эпир иксĕмĕр те чыкан çапла ташланине нумайтарах пăхса тăна пулсан, тикĕт лакăмĕсĕр тăрса юлаттăмăр иккен (оказывается, остались бы без лагуна для дегтя).

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

крокодил

сущ.муж.
крокодил (калта евĕр пысăк çăткăн чĕр чун); африканские крокодилы Африка крокодилĕсем

чешуя

сущ.жен.
хупă, вĕтĕ хупă (чĕр чунсен, ӳсен-тăрансен); рыбья чешуя пулă хуппи; чешуя ящерицы калта хуппи

ящерица

сущ.жен.
калта; ящерицы греются на солнце калтасем хĕвел çинче ăшăнса выртаççĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

гад

1. ҫӗлен-калта; 2. йӗрӗнчӗк, усал, ирсӗр ҫын.

дракон

дракон (1. вут ҫӗлен, аҫтаха, юмахсенчи вут сывласа пыракан ҫунатлӑ ҫӗлен; 2. кӑнтӑр енче пурӑнакан ҫунатлӑ калта).

медяница

ҫӗлен евӗрлӗ урасӑр калта.

саламандра

саламандра (кӑнтӑр енче пурӑнакан калта евӗрлӗ пысӑк чĕрчун).

пресмыкающиеся

шуса ҫӳрекеннисем (ҫĕлен, калта т. ыт. те).

тритон

тритон (1. авалхи грексек çурри пула, çурри çын евĕрлĕ тинĕс турри; 2. типĕ çĕрте те, шывра та пурăнакан калта евĕрлĕ хӳреллĕ чĕрчун, шыв калти).

хамелеон

хамелеон (1. хăй тĕсне таврари япала майлă час-часах улăштаракан калта евĕрлĕ чĕрчун; 2. перен. çынна юрасшăн хăйĕн шухăш-кăмăлне час-часах улăштаракан çын).

ящерица

калта.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

гад

м. 1. чаще мн. гады çĕлен, çĕлен-калта; 2. бран. çĕлен, ирсĕр (вăрçса калани).

динозавр

м. динозавр (пăрлăх ĕмĕрĕччен пурăннă калта евĕрлĕ пысăк чĕрчун).

дракон

м. 1. дракон, аçтаха (юмахсенчи вут çĕлен); 2. зоол. çунатлă калта.

желтопузик

м. зоол. çĕлен калта (сарă-хăмăр тĕслĕ урасăр пысăк калта).

змея

ж. 1. селен; ядовитая змея наркăмăшлă çĕлен, сăхакан çĕлен; 2. перен. çĕлен, çĕлен-калта, вĕре çĕлен (чее усал çын); 3. в знач. нареч. змеёй çĕлен пек явăнса (е авкаланса); дорога бежала змеей çул çĕлен пек авкаланса выртнă; ◇ змея подколодная см. подколодный.

медяница

ж. туй çĕлен (сарă-хĕрлĕ тĕслĕ çĕлен евĕр калта).

пресмыкающиеся

мн. скл. как прил., зоол. çĕлен-калта, шуса çӳрекеннисем.

рептилия

ж. зоол. рептили (шуса çӳрекен чĕрчун: çĕлен, калта, тимĕр шапа).

саламандра

ж. саламандра (çĕр çинче те, шывра та пурăнакан калта евĕрлĕ чĕрчун).

хамелеон

м. 1. (животное) хамелеон (тĕсне улăштаракан калта); 2. разг. (о человеке) юс, икĕ питлĕ çын, çил хӳри.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

калта

кәлтә

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

калта

«ящерица»; тат. кәлтэ, узб. калтакесак, к. калп. кескелдек, азерб. кәртәнкәлә «ящерица»; кирг., казах. келте «короткий». Заимствовано из перс. яз.: (кӓлте) «куцый», «бесхвостый»; такое название дано ящерице по сравнению со змеей; действительно, она напоминает змею, но много короче ее, является как бы куцей змеей Ср. у Радлова в словаре: тат. калта ылан «ящерица» (букв. «короткая змея).

хутаç

1. «мешочек», «сумка»; 2. «стручок (гороха, бобов)»; кирг., тат. калта «кожаная сумка»; узб. халта «мешок», «сума»; алт. В калта «кисет», «кожаный кошелек», «карман»; туркм. халта «пузырь»; Ибн-Муханна хута «мешок»; к. калп. калта «мешок»; «сумка»; «карман». От *халта + афф. уменьш. -ча: халтача > хултаçă > xymaçă > хутаçкат «накладывать рядами»; кирг. кат «спрятать»; тоб. ката «всовывать» (Радлов II, 279); от тюрк. калта др. русск. калита

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

агама

агама — agama [кăнтăрта пурăнакан калта йышши чĕрчун]

варан

варан — varanus [пушхирте пурăнакан пысăк калта)

геккон

геккон — gekkonus [кăнтăрта пурăнакан калта йышши чĕрчун]

игуана

игуана — iguana iguana [Америкăра пурăнакан калта йышши чĕрчун]

йăрă калта

см. калта

калта

ящерица — lacerta [шуса çӳрекенсен йăхĕнчи вăрăм çинçе хӳреллĕ чĕрчун]; йăрă калта прыткая ящерица — lacerta agilis; пĕчĕк калта ящурка — eremias; симĕс калта зелёная ящерица — lacerta viridis; çавра пуçлă калта круглоголовка — phrynocephalus; çĕленле калта желтопузик — ophisaurus apodus [урасăр калта]; улăх калти луговая ящерица — lacerta practicola; чĕррĕн çуратакан калта живородящая ящерица — lacerta vivipara

пĕчĕк калта

см. калта

саламандра

саламандра — salamandra [шывра та, çĕр çинче те пурăнаканнисен йăхĕнчи калта евĕрлĕ чĕрчун]; Кавказ саламандри кавказская саламандра — mertensiella caucasica; улăпла саламандра гигантская саламандра — andrias; тумхаллă саламандра пятнистая (огненная) саламандра — salamandra salamandra; хура саламандра чёрная саламандра — salamandra atra

симĕс калта

см. калта

сцинк

сцинк — scincus seincus [пушхирте пурăнакан калта]

çавра пуçлă калта

см. калта

çĕленле калта

см. калта

туй çĕлен

веретеница — anguis fragilis [çĕлен евĕрлĕ, пăхăр тĕслĕ, урасăр калта]

улăх калти

см. калта

хамелеон

хамелеон — chamaeleo [тропик вăрманĕсенче пурăнакан калта йышши чĕрчун]

чĕррĕн çуратакан калта

см. калта

шыв калти

тритон — triturus [çĕрте те, шывра та пурăнакан вăрăм хӳреллĕ калта евĕрлĕ чĕрчун]; Альпа шыв калти альпийский тритон — triturus alpestris; Европа шыв калти тритон обыкновенный — triturus vulgaris; Карпат шыв калти карпатский тритон — triturus montandoni; Кĕçĕн Ази шыв калти малоазиатский тритон — triturus vitatus; тура çурăмлă шыв калти гребенчатый тритон — triturus cristatus

Çавăн пекех пăхăр:

калтăрт калтăртăк калтăртат калтăртаттар « калта » калтаккин калтатти калтенек калтилек калтир

калта
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150