Шырав: нăрă

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вăслат

2.
жужжать (о насекомых)
шипеть (о змее)
нăрă вăслатса иртрĕ — прожужжал жук

мăйракаллă

рогатый, имеющий рога
пĕр мăйракаллă — однорогий
мăйракаллă пăлан — сохатый олень
мăйракаллă шултра выльăх — крупный рогатый скот

мăйракаллă нăрă — рогач, жук-носорог

нăр

подражание жужжанию, гудению насекомых
пуç çийĕн нăрă нăр туса иртрĕ — над головой прожужжал жук

нăрă

жук
Колорадо нăрри — колорадский жук
мăйракаллă нăрă — жук-носорог
сар нăрă — 1) майский жук 2) перен. увалень, копотун
тислĕк нăрри — жук-навозник
упа нăрри — медведка
шыв нăрри — жук-плавунец

ĕне нăрри — личинка овода

пăнлаттар

2.
жужжать, гудеть
нăрă юнашарах пăнлаттарса иртсе кайрĕ — рядом прожужжал жук

термит

II. зоол.

термит (йывăçа çиекен хурт) [лат. termes (termitis) — йывăçа çиекен нăрă]

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

нăрă

жук

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

шар

темнеть; лишиться способности видеть. Кан. Анчах нăрă, хĕвел çуттипе куçĕ шарса кайнăскер, çула çухатать. Хора-к. Куç-пуç шарса карĕ. Елкер. Клупра куç-пуç шарса кайрĕ. N. Куçа шарса. Сред. Юм. Хĕвел çине пăхсан куç шарса каять (ослепляются глаза на некоторое время). СПВВ. Куç шарчĕ-кайрĕ (разбежались глаза). Ст. Чек. Куç шарат — хĕвел çине пăхсан куç тĕттĕмленсе каять. Ib. Хĕвел çине пăхсан куç шарат (= куç тусса каять), глаза ослепляются. N. Куç шарать, в глазах рябит; пĕрмай хĕрлĕ çине пăхсан, куç йăмăхса каять; ытла вĕт саспалиллĕ сăмахсене вуласан, куç шарса каять.

нăрлат

жужжать. Çутт. 63. Пĕр ĕнтĕркесе çитнĕ симĕс шăна чӳрече умĕнче нăрлаткаласа çӳрет. Ib. 63. Нăрлатса вĕçсе çӳремелли кунсем иртсе кайрĕç пуль ĕнтĕ. КС. 1) Шăнапа сăпса нăрлатса вĕçеççĕ; З) сăвăсланпа нăрă нăрлатса вĕçеççĕ.

нăрă

(ны̆ры̆, нŏрŏ), личинка навозного жука. Завражн. П. И. Орл. СПВВ. ИА. Çула тирĕс куписем хушшинче нăрă нумай пулать. N. Ĕлĕкхи çулсенче хамăн пысăк çарсене: саранчасене, хуртсене, нăрăсене, ăмансене ярса сиен тунă вырăнне сире ырăлăхпа тавăрăп. Б. Олг. Копшанкă пор, нăрă, ут пăх ăшĕнче. Ут пăх нăрри. Изамб. Т. Нăрă, 1) навозный жук, 2) его личинка. КС. Нăрă нăрлатса çӳрет (жужжит жук). N. Нăрă, жук: навозник или майский; местами — личинка навозника. Тюрл. Нăрă, жук коричневый (майский). N. Вĕçет, мĕкĕрет, ларать, çĕре чакалать. (Нăрă). Баран. 160. Тырă нăрĕ. Ib. Шыв нăрĕ пĕве тăрăх урипе чавса ишсе çӳрет. Пшкрт. Нăрă, жук. Хорачка. Нăрă (нŏрŏ) хорт пак. Мыслец. Нăрă, черный жук. Пшкрт. Нăрă (ны̆ры̆), червяк в дереве (см. ĕне копшанки). || Так называют темного человека. ТММ. Тĕттĕм, нимĕн пĕлмен çынна «нăрă» теççĕ.

нăрăлтат

(-дат), жужжать; говорить в нос. Изамб. Т. Мĕн нăрăлтатса калаçан (носом). Ib. Нăрă нăрăлтатат, жук жужжит.

пат

(пат), подр. глухому звуку, получающемуся при ударе, напр., в барабан. Орау. Вăсем туйра урнă пек хăтланаççĕ. Шăппăри темскер пек мĕкĕрет, сасси пĕр ана тăршшинчен ытла каймасть. Хăйсем юрлаççĕ, сикеççĕ, юрланă майпе, сикнĕ майпе параппанне пат! пат! тутараççĕ. Кильд. † Пат, пат параппан, параппан кантри татăлчĕ. Сред. Юм. Мана ахаль, ĕрескел çыннах (невинного, непричастного), пычĕ те, пат! та пат! пат! та пат! тутарса çапа пуçларĕ ôлă. Толст. Тилле пуçĕнчен пат! тутарчĕ (цепом). П. И. Орл. Чышкăпа пат! чышса илеççĕ. Сред. Юм. Пĕр нăрă нĕрр! туса манран иртсе кайрĕ те, пӳрт пĕрени çомне пат! пырса перĕнчĕ (ударился). || Подр. звуку, получающемуся от вылетания пробки при раскупоривании бутылки. Сред. Юм. Эрех кĕленчине лăкаççĕ те, ал çине лат! лартаç те, пăрапкă пат! сиксе тохать. || Подр. звуку при разрыве или лопании. Сред. Юм. Кĕпçе татнă чохне пат! туса таллать (= татăлать). Ib. Хот копăс кĕрĕкне (меха) патакпа тĕртрĕм те, пат! шăтайчĕ. Якейк. Çăпата кантăри пат татăлса карĕ. Кайсар. Хытă туртнă майпа пат татăлса анчĕ. || Подр. звуку падающего предмета. Ядр. Матяккине учаха ятăм, шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне (вероятно: пад'ы̆рjал'не) кĕрех карĕ. || Подр. звуку падающих крупных и тяжелых капель. АПП. † Пат! пат! тумла тумлат-ĕçке. Альш. Çурам çинчен пат-пат! тар юхать. || Подр. звуку при срывании. БАБ. Автанĕ пан улми пахчине кайнă, унта пĕр улмине пат! татса илнĕ те, йăтса килсе çак кĕреке умĕнчи сăра ăшне янă. || Подр. отрывистости в речи. К.-Кушки. Пат татса калаçаççĕ. Говорят отрывисто, напр., употребляя выражения, подобные: çаран чарнă, вм. çаран çине выльăх яма чарнă. N. Пат татса, решительно. ТХКА 123. Калăр халĕ пат татса. N. Иванах çиеле тухма хăтланат, сăмахĕсене пат татса калать, унтан пăрăнса хăтăлма та йывăр. Тăв. 69. Итлесен, итлесен, кăмака хыçне хĕсĕннĕ чухăн Иван та чăтаймарĕ, калаçма юратманскер, пат сăмахпа печĕ. || Подр. неожиданному прекращению дейçтвия. N. Çав тупă пульк[к]и (снаряд) саланса каять те, 4 вершук йăв[ă]çа пат татса пăрахать (сразу перешибает). N. Пат пырса перĕ-некен япала. N. Пĕр мулкач ман умма патах тухса ларчĕ (как раз; выражается некоторая неожиданность). КС. Юр кайнă çул çине тухсан, лаша пат чарăнчĕ (вдруг). Якейк. Калаççĕрç, калаççĕрç те, пат чарăнса ларчĕç (вдруг перестали). (Ларчĕç — даже если говорили лежа или стоя, здесь пат не звук). Ib. Телефон тăрăх лайăхах калаçаттăмăрч, пат чарăнса ларч. Ib. Туйра сиккĕрç, сиккĕрç те, пат! чарăнчĕç (перестали). N. Пат чарнать, перестает работать (телефон). || Прямо. || Совершенно. Букв. 1904. Вăл хир варринче çара çĕрте пат пĕчченех ларнă чух, юмахсенчи паттăр пек, катаран курăнса тăрать. N. Эсĕ пĕчченех тĕттĕмре, куç уçăлман кушак çури пек, тĕпсĕр ханкăрта, пат пĕччен, пĕр сăмахсăр пурăнатăн. N. Пат пĕччен пурăнма аван мар. ЧП. Пат шурă (совершенно белое) мĕн хуррăн какайĕ.

пăнн

(пы̆нн), подр. звуку, который издает летающий ночью жук. Тюрл. Нăрă çĕрле пăнн! туса çӳрет.

ирпе

утром. Нăрă Ванукĕ. Çимелли ним те çук. Ирпе çăкăр, кăнтăрла кăшт пăтă, каçпа каллех çăкăр. Хып. 1906, 19. Акă ыран, çутăлсан, ирпе халăх вăрансан, атя иккĕн ĕç шырар. Шорк. Паян ирпе сывлăм ӳкнĕччĕ. Янорс. Вурм.-к. Цив. в. Тепĕр кон ирпе ирех (совсем рано утром) атте темĕскер хатĕрлет. Богатыр. Ирпе тарçи, пупне тăратса (разбудив), калать, тет. Шурăм-п. № 19. Ирпе-каçпа кайăк сасси илтĕнет. Альш. Ирпе-каçпа.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

жужелица

сущ.жен.
хыт кайăк (тăрăхла кĕлеткеллĕ çăткăн нăрă)

жук

сущ.муж.
нăрă; навозный жук тислĕк нăрри; майский жук ĕне нарри; бороться с колорадским жуком Колорадо нăррипе кĕреш

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

угорь

2. 1. çĕлен пула; 2. пукра (ĕне тирĕ айĕнче пулакан нăрă).

усач

1. пысăк мăйăхлă çын; 2. сухаллă пулă; мăйăхлă нăрă.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

жужелица

ж. каçхи нăрă.

жук

м. нăрă.

личинка

ж. зоол. хурт, личинка; личинка жука нăрă хурчĕ, нăрă личинки.

носорог

м. 1. (млекопитающее) носорог; 2. (жук) мăйракаллă нăрă.

рогач

м. 1. (самец оленя) аçа пăлан, пăлан аçи; 2. (жук) мăйракаллă нăрă.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

нăрă

коңгыз

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Käfer

nără, kăpşankă
нăрă, кăпшанкă

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ирга

п.с. Кăвакрах хĕрлĕ тĕслĕ пылак çырлишĕн тата илемшĕн ӳстерекен çӳллĕ тĕм е унăн сиплĕ çырли. Ирга, сырлан, айва, чие... кама мĕн кирлĕ, суйла кăна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Йĕри-тавра йывăçсемпе тĕмĕсем, тĕрлĕ чие, хурлăхан, ... слива, ирга. ÇХ, 18.09.1998, 5 с. Çак нăрă ... акаци, катăркас, ирга чечекĕсен тусанĕпе тăранать. ХС, 1999, 14 /, 2 с.

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

бомбардир

бомбардир — brachinus creptinas [нăрă тĕсĕ]

бронзовка

бронзовка — cetonia [бронза тĕслĕ нăрă]

вĕт пăрçа

(уй пăрçи) блошка — phyllotreta [сиенлĕ пĕчĕк нăрă]

виле нăрри

см. нăрă

голиаф нăрă

см. нăрă

йăкăрти нăрă

см. нăрă

Колорадо нăрри

см. нăрă

мăйăхлă нăрă

см. нăрă

нăрă

жук — scarаbacus [хытă çунатлă кăпшанкă]; виле нăрри жук-мертвоед — aclypaea ораса; голиаф нăрă жук-голиаф — goliathus [Африкăра пурăнакан тĕнчери чи пысăк нăрă]; йăкăрти нăрă вертячка — gyrinus; Колорадо нăрри колорадский жук — leptinotarsa desemlineata [çĕрулми çулçине çиекен сиенлĕ нăрă]; мăйăхлă нăрă усач (дровосек) — monochamus; мăйpaкаллă нăрă жук-носорог — oryctes nasicornis; пăланла нăрă жук-олень — lucanus cervus; cyхăр нăрри смолёвка — pissodes; çăва нăрри жук-могильщик — nicrophorus; çĕртме уйăх нăрри июньский жук (хрущ) — Amphimallon solstialis [йывăç кăшлакан сиенлĕ нăрă]; çулçă нăрри жук-листоед — melasoma; çу уйăх нăрри майский жук (хрущ) melolontha hyppocastani; тислĕк нăрри жук-навозник — geotrupes stercorarius; тырă нăрри хлебный жук (кузька) — anisoplia austriaса; шыв нăрри (шыв тараканĕ) водолюб — hydrous [шывра пурăнакан нăрă]; шыçă нăрри нарывник — meloe proccarabalus

пăланла нăрă

см. нăрă

путăш

жук-плавунец — dysticus marginalis [шывра пурăнакан çăткăн нăрă]

сухăр нăрри

см. нăрă

çăва нăрри

см. нăрă

çĕртме уйăх нăрри

см. нăрă

çулçă нăрри

см. нăрă

çутă хурт

(шăши вучĕ) светляк — lampyris noctiluca [çемçе ӳтлĕ çутатакан нăрă]

çу уйăх нăрри

см. нăрă

тислĕк нăрри

см. нăрă

тырă нăрри

см. нăрă

хăлхапăран

уховёртка — forficula auricularia [нăрă евĕрлĕ кăпшанкă]; Ази хăлхапăранĕ азиатская уховёртка — anechura asiatica; печĕк хăлхапăран малая уховёртка — labia minor; çыран хăлха пăранĕ прибрежная уховёртка — labidura riparia

хыт кайăк

(каçхи нăрă) жужелица — carabus [çăткăн нăpă]

шыв нăрри

см. нăрă

шыв тараканĕ

см. нăрă

шыçă нăрри

см. нăрă

ясар шăни

шпанская мушка (шпанка) — lytta vesicatoria [усал шăршăллă сиенлĕ хура нăрă]

Çавăн пекех пăхăр:

нăмая кай нăмой нăнкă нăр « нăрă » нăрăк нăрăкла нăрăклат нăрăл нăрăлтат

нăрă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150