Шырав: тăвайкки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кăткă

муравьиный
вăрман кăтки — лесные муравьи
кăткă йăви — муравейник
кăткă тĕми — муравейник
кăткă кислоти — муравьиная кислота
Кăткă пысăк мар та, çавах тăвайкки чакалать. — посл. Невелик муравей, а горы роет.

сĕвек

отлого, полого, покато
сăрт сĕвекĕ — покатый склон горы
сĕвек çыран — отлогий берег
сĕвек тăвайкки — покатая горка

тăвайкки

1.
склон горы, косогор
чăнкă тăвайкки — крутой склон горы
тăвайкки ярăн — кататься с горы
хĕвел тăвайкки хыçне анса ларчĕ — солнце скрылось за горой
Пĕр тăвайккинче икĕ шăтăк алтăр ларать. (Хăлха). — загадка На склонах одной горы два худых ковша. (Уши).

тăвайкки

2.
подножие, подошва горы
кĕтӳ тăвайккинче çӳрет — стадо пасется у подножия горы

тăвайкки

3.
снежная горка (для катания)
юртан тăвайкки ту — сложить горку из снега

тухури

диал.
то же, что тăвайкки

чике

обрывистый, крутой
тӳп-тӳрĕ чике — отвес
чике тăвайкки — крутая горка

юр

снеговой, снежный
ĕмĕрхи юрсем — вечные снега
йĕпе юр — мокрый снег
кĕрпеклĕ юр — крупинчатый снег, крупа
сĕлкеш юр — шуга
тин çунă юр — свежевыпавший снег
хăрпăк юр — порбша
шăн юр — наст
юр кĕлетке — снежная баба, снеговик
юр кĕрчĕ — сугроб
юр перчи — снежинка
юр пике — снегурочка
юр сййĕ — снежный покров
юр тăвайкки — снежная горка
юр тыт — задерживать снег (на полях)
юр тытни — снегозадержание
юр хыр — сгребать снег, очищать от снега
ура айĕнче юр кăчăртатать — под ногами похрустывает снег
лапка-лапка юр çăвать — идет крупный снег
юр çуса лартрĕ — выпал снег, снег покрыл землю
юр кайса пĕтрĕ — снег полностью сошел
çуркуннепе юр йăшнă — к весне снег стал рыхлым

айăк


айăкран тĕкмест — не мешает, хлеба не просит (о запасе)
маншăн пулсан, ик айкки те тăвайкки — по мне все равно (соотв. моя хата с краю)

тăвайкки


ик айăкки те тăвайкки — все равно (при выражении безразличия)
уншăн ик айăкки те тăвайкки — ему все равно

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ик

(ик', ик); два. См. икĕ; иккĕ. Орау. Вăрăм сăмсаллине кунта эп ик çынна (или: ик çын) пĕлеп. СТИК. Ик ĕмĕр тытаймĕ-ха, унтан та юлĕ, тупăкне илсе кĕреймĕ (два века не проживет). Орау. Ик чӳлмек сĕт исе килчĕ. Нринесла целых два горшка (или две кринки) молока. Завражн. Ку ик ял арман. Эта мельница принадлежит двум деревням. Сборн. † Пĕчĕкçĕ тутăр, хрантсус тутăр — ăна ик сум вуннă (т.-е. шестьдесят кол. на серебро) кам памĕ? Сред. Юм. Ик чон полсан, пĕрне сана парăтăм, тесе, пит юратнине пĕлтерсе калани. Сред. Юм. Ик послăх ӳстереть. Иккĕ алланнă (=авланнă) çынна: ик послăх ача ӳстерет, теççĕ: (два выводка ребят ростит). 1b. Ик май та кастарать (говорят про человека изменчивого; с одним он говорит так, а с другим по другому). 1b. Ик айкки те тăвайкки. Маншĕн полсан, ик айкки те тăвайкки. Для меня все равно. Орау. Ик эрнериача; ребенок двух недель от рождения. Шурăм-п. Ик-виçшер лаша, по две, по три лошади.

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

санкăлтак

(-дак), то же, что санкăлта. Зап. ВНО. † Сакăрвун санкăлтак, тăхăрвун тăвайкки; çĕр тенкĕлĕх лашине çапса утми турăмăр.

сырăн

обуваться. О сохр. здор. Вара сивĕ пулсан, тин лайăхрах тумланса, сырăнса çӳрес пулать. || Надевать, одевать, навертывать. КС. Ала 75. † Хир-хир урлă килтĕмĕр, çинçе сурпан сырнасшăн. Юрк. † Çĕнĕрен пĕтернĕ çĕнĕ сурпан, пар йинкене (жене „пичче“) сырăнма. Б. Олг. Арăм сорпан сырăнат. || Облеплять. КС. Паян урапана пит сырăнать (грязь липнет пластами). Çатра-М. † Тăвайкки çинчи тонкати сарă кăткăсам сырăннă; сара вăрăм хĕрсене сар ачисем сырăннă (облепили). Юрк. † Кĕреке тавра сырăнма хура шăна мар эпир. || Окружать, обступать. N. Вара ăна йĕри-тавра сырăнса илнĕ те, пуçĕнчен çапса çĕре ӳкернĕ. N. Питĕрĕнсе ларнă çуртсем тавра çарĕпе сырăнса ил. Янш.-Норв. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна çырăнса илеççĕ те: салам пар та салам пар, тесе, кăшкăрса тăраççĕ. Якейк. Мана йăтăсам сырăнса илчĕç, аран-аран пăшалпа хăваласа ятăм. || Приставать. Трхбл. Паян пăвансем лашана пит сырăнаççĕ. N. Тĕтĕм шăршипе ӳпресем, вăрăм-тунасем сырăнмаççĕ. || Прививаться. Пшкрт. Хорт сырăнат йӳç çомня. Якейк. Пыл хорчсем çăка çине сырăнса илнĕ.

сырлан

то же, что шырлан, обрыв. Шиб. Сырлан — тăвайкки. Ib. Тăм сырлан, крутой берег. КАЯ. Урнă йăтă сырлан тĕлне çитсенех сикрĕ те, çавăнтах путланчĕ пулмалла, тухни-качки курăнмарĕ (в друг. месте — шырлан). См. çырлан.

çут çамка

лысый (не плешивый). Тюрл. || Назв. горы, где нет травы. Иначе назыв. Еспел тăвайкки. Ялюха М.

тайлăк

(таjлы̆к), наклонный. Г. А. Отрыв. † Хура вăрманта хурăн тайлăк, хурăнташсенчен ати тайлак, тантăшсенчен эп тайлăк. С.-Устье. Ту аяккинче пĕр тайлăк хурăн ларать, тет. N. Ял-ялĕнчи ачисем тайлак кĕпер кашти пек, тайкалана çӳреççĕ. Альш. † Тайлăк хапха уçăлмĕ, юлнă кăмăл тупăнмĕ. Т. VI, 35. Тайлăк çултан та, тайлăк усал кĕпертен те эсĕ сыхласа, эсĕ упра, турă. (Учук). Скотолеч. 9. Вите урайĕ тайлăкпа (по причине...) кĕсре тăвалла тăсăлса тăрать пулсан.. || Шатающийся, titubans. П. Федотов. Ĕссĕр пулнă куркинчен, тайлăк пулнă стакканчен, ырă ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, сăпаççипă хуçине. || Покорный. ЧП. Пирĕн тайлăк пуçа хĕç витмест. N. Тутлă чĕлхемпе, тайлăк пуçăмпа пуççапатăп („бью челом“, молюсь). || Наклонно. Ст. Чек. КС. Урапана тайлăк тиянă (косо, на один бок). || Отлогий. КС. Тайлăк çĕтрен ан кай, тӳрем çĕтрен кай. Ib. Тайлăк тăвайкки. Ядр. † Çак куккăрта çул тайлăк, тӳнсе каятăп, тытсамăр (поддержите, а то я упаду, опрокинусь). || Косогорье. КС. || В перен. см. несчастный. Якейк. † Ялта танăш ачасам хăшĕ тайлăк вăл ытла. Имень-к. Ах тайлăк, çул тайлăк, çул мар тайлăк, эп тайлăк! Эпĕ нимшĕн те тайлăк мар, çук çын хĕршĕн эп тайлăк. || В недостатке. П. Федотов. Çырлах турă, ан пăрах, мăн çăкăртан тăйлăк ан тăрат. (Из молитвы „çăкăр пуçланă чух“). || Назв. местности.

тур тăвайкки

назв. возвышенного места около д. Отар, Вурнарск. р. (был большой лес, теперь поле). N. Тур тăвайкки, левая сторона речки („урлă-çырма“).

тӳн

подр. резонансу в полом пространстве. Т. II. Загадки. Тӳн-тӳн, ăçта тӳнлетни курăнмаст. (Сӳс тӳни). Сред. Юм. Пуçа хыттăн пĕрене çомне лектерсен тӳнн! тăвать. Пазух. Тӳн-тӳн параппан та, çак параппан мĕн калат: вуник туя кайрăм, тет те, вуник парне çакрăм, тет. Ярмушка-к. Çанта (на этом месте, тăвайкки хĕрĕнче) сиксессĕн, янтратьчĕ тӳн-тӳн-тӳн! анчах туса; çĕрĕ пĕтĕмпех навус пак кăпка вырăн (по преданию, здесь был подвал). См. МКП, 27.

тăвайкки

склон горы,

тăвайăкки

тăвайкки, то же, что тăвайкки. Б. Крышки. Икĕ айкки тăвайкки, варринче мăк шур. Ск. и пред. чув. ЗЗ. Ташлассу çук, сикессӳ çук — тăвайккийĕ мăнма килес. Ыраш ЗЗ. Ку тăвайккирен тавралла пăхсан, темиçе ял та курăнать. Пуринчен ытла Шетмĕ тăрăх ларса кайнă ялсем илемлĕн курăнаççĕ. Панклеи. Хĕр ансанах: уçăл тăвайкки, тет. СПВВ. Тăвайкки улăхас, вм. тăвайкки çине улăхас.

тĕкĕлен

подпираться, запираться. Орау. Ура хутланчĕ ларчĕ, чăсма хăтлансан пит хытă ырататчĕ, вара çатма аврипе (сквородником) тĕкĕленсе çӳреттĕм. || Упираться. Орау. Чул хӳмине пĕр çуррине çитиччен тăвайкки пек тайлăк тунă. Тайлăкĕ пĕтнĕ çĕртен каллех тепĕр чул хӳме тунă. Çав тайлăк çĕтренех тӳрĕ хӳмине патакпа тĕкĕленсе чупса тарчĕ (пробежал по крутому наклону, упираясь палкой в соседнюю стену). КС. Йăвăçа тĕкĕлентĕм. Уперся в дерево.

чӳнкĕр

очень крутой, обрывистый. Тюрл. Чӳнкĕр тăвайкки. Ягудар. Чӳнкĕр чашкă.

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

шур

шор, шурă, шорă, болото, болотистая земля, болотистый луг. N. Икĕ айкки тăвайкки, варринче мăн шур. Цив. Çума çакнă йăс тура шур хушшинче çухалчĕ. N. Шуртан шурĕ хуплать тĕмеске вĕтлĕхре. Юрк. Сăртсем çинче тахçан шыва ларман анасем путакан пулса шура тухрĕçĕ. Кан. Шура кайнă айлăмлă вырăнсене типĕтес шутпа... О землед. Шурлăх нумай çĕрте витсе урайсене, картасене тасатаççĕ те, шур тĕлĕнчи тăпрана сараççĕ. НР. Шор хĕррипа отмашкăн... Чтобы ходить по краю болотца... N. Шорти сысни шор сысни, шор хот окçа витрĕм, итто çавах çил уçрĕ. ЧП. Тикай хир варринче, ай, пĕр шурă... Собр. Тинĕспе çĕр çинче ким çӳремесен те утма çук. (Шура). || Тюрл. Шор, назв. поля. || Якуркел. Хирсем: Уксăмлă, Патшалăх, Машай, Шур... || Б. Яуши. Шур, назв. урочища. || N. Назв. речки, по берегам которой, по преданию был густой лес; протекает около дер. Тайбы-Таушевой. Кайсар. Шыв ячĕсем: Кăнна, вырăсла — Кильна, Шур — вырăсла пĕлместĕп.

шӳлет

страшиться, дрожать. КС. Чăнкă тăвайкки çинчен çунашкапа ярăнса аннă чухне чун шӳлетет.

Шăнăрлă тăвайкки

назв. местности. Эпир çур. çĕршыв 20. Тип вар çырминчен кай еннелле выртакан çĕре Шăнăрлă тăвайкки теççĕ.

шăши вутти

букв.— мышиный огонь. N. Хĕвел аннă чух пĕр тăвайкки çине хăпарса пăхса тăрсан, апат пĕçернĕ вутсем шăши вутти пек курнать. || Светляк (червь). Янтик. Шăши вутти — вăрманта çĕрле çутă курăнса выртакан пĕчĕкçĕ хурт.

пĕçер

(пэ̆з'эр), жечь, калить. N. Юман вутти кăмакана питĕ пĕçерекен туса ярать. Янорс. Ниçтан та патне пымалла мар, пĕçерет, питĕ çутăртатса (= çатăртатса) çунать, каламалли çук. Юрк. Вут хытă пĕçерсен, сивĕ пулат. Шемшер. † Эпир пурнас тенĕ чох, çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, йĕп хушшипе вут тухрĕ, пирĕн пите пĕçерчĕ (обжег). Изамб. Т. Хĕвел пĕçерет. N. Мунча пĕçерсе тăрат, тет, пĕр çухрăмран. Якейк. Виç шăл виттĕр вот тухать, виç çохрăмран пĕçерет. Орау. Вăсам çуннă чухне пирĕн чӳрече куçĕсем хĕрсе пĕçерекен пулчĕç (сильно). IЬ. Чӳркӳ çуннă чухне чиркĕвĕнчен пĕр вун чалăшра тăма çукчĕ, пĕçеретчĕ. IЬ. Ăрамра мар, çырма хĕрринче те пĕçеретчĕ (о пожаре). || Заставить поспеть. N. † Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. || Печь; жарить. N. Çăкăр пĕçер. || Топить (молоко). Собр. Сĕтне пĕçерсе парсан: хăш ĕне сĕтне малтан çиес-ши, тесе, шухăшласа ларатпăр. || Варить. N. Сан валли кам апат пĕçерет? Сана кам апат пĕçерсе парать (готовит). || Жечь (о крапиве). Б. Хирлепы. Вĕтрен сарса хунă мĕн (она, тетенька), вырт-пăх — пĕçерет, сиксе тăни сисĕнмерĕ. || Запарить. Кĕвĕсем. Ун мунчине хутнă, милкине пĕçернĕ (запарен). Ёрдово. Хĕрарăмсем хĕлле арланă çипписене кăмакара пĕçерсе çăваççĕ, типĕтеççĕ те, тĕртсе юр çине сараççĕ. Арзад. 1908, 13. Пĕçер (о пряже, хутăр). || Обварить. СТИК. Ачана пĕçертĕмĕр. У нас обварился ребенок. IЬ. Ан пыр унта, таçта пиçсе кайăн. Не ходи туда, обваришься. || Гореть (о лице). Якейк. Он пичĕ паян тем пĕçерет. N. Пит-çăмартисем пĕçерекен пулаççĕ. Сборн. по мед. Анчах хăш чухне ачан пĕтĕм хулĕ те хĕрелсе каят, ача вара ăшаланать, йĕрет (макăрать); ун чухне унăн хулĕ пĕçерет, кĕçтет те. || В перен. см. Зверев. Çӳрет питне пĕçерсе (намăсланса çӳресен). ЧП. Çын çине тухса çӳремерĕм, питне пĕçермерĕм. (Хĕр йĕрри). Орау. Калуш вăл урана пĕçерет || Колотить, бить (кнутом, прутом). В. Олг. КС. Арăм, катăршнайĕ, çăккăра паян икĕ питлĕ тунăпăрахнă, мĕн тăвассу пур (что поделаешь)! Сред. Юм. Пит иртĕнсе çӳре-ха ак, пĕр ярса тытсан, хытах пĕçереп те-ха кона (прибью его). Альш. Пĕрре ку ача урама тухат та, тетĕшĕсем ку тукмака калаççĕ: валей, тукмак, теççĕ. Эй, тукмак петĕм çемйине пĕçерет, тет. || N. Хăйсен те ăшне пĕçертĕмĕр. Кама 50. Ку ĕç ахаль иртмест вĕсене Çăварĕсене пĕсерĕпĕр-ха уншăн.

Янки

(ҥги), назв. местности (тăвайкки). Орау.

еш

молодой. См. яш. Образцы 39. Тăвайкки тăрăх еш хурăнлăх, еш хурăн айĕсем шĕшкĕлĕх. Ч.П. Хĕрсем юрă юрлаççĕ, сассисем еш ачасене илтĕнеççĕ. См. яш ача.

вашăк

(важы̆к), отлогий, наклонный. Баран. 89. Вашăк сăртсем паллă та мар. Шибач. Вашăк тăвайкки = чике мар. Баран. Çапла вăл вашăкрах çĕре кĕрлесе юхса çитет. Юрк. Вашăк, наклонный. Орау. Çуна лайăх тиетĕп, тесе, мухтантăн та эсĕ, çапах та пĕр кĕтессине вашăкрах (турăн) хăпартрăн.||М. П. Петр. «Вашăк-зависимый».

веç

вон. Абыз. † Тăхăр пӳрт сали веç ларат. Ib. Тăхăр пуçлин (т. е. жена девятиголового) калать: веç çав тăвайкки çине хитре палуми йăвăççи пулса тăрăп, тит. Регули 219. Веç çав корнакан (корăннă) вăрманта порнаççĕ. Вон в этом лесу, что виднеется там, они живы. Ib. 992. Веç каять. Орау. Çытармара ӳснĕрех хĕр ачасампа арçын ачасам ватăсам выртакан вут кутĕнче вылямаççĕ, веç леррех (подальше) кайса выляççĕ. Ib. Пĕре пачĕ (ударил) те, веç уткăнса карĕ („вон куда!“ — т. е. полетел к чорту). || Иногда указывает на время. Ч. С. Малтан мĕн пулассине пĕлместĕн вĕт; ĕнер веç пĕр капан ыраш çапса хутăмăр, кăна пĕлнĕ пулсан, çапас мар-мĕнччĕ.

ик

(ик', ик), два. См. икĕ, иккĕ. Орау. Вăрăм сăмсаллине кунта эп ик çынна (или: ик çын) пĕлеп. СТИК. Ик ĕмĕр тытаймĕ-ха, унтан та юлĕ, тупăкне илсе кĕреймĕ (два века не проживет). Орау. Ик чӳлмек сĕт исе килчĕ. Принесла целых два горшка (или две кринки) молока. Завражн. Ку ик ял армань. Эта мельница принадлежит двум деревням. Сборн. † Печĕкçĕ тутăр, хрантсус тутăр — ăна ик сум вуннă (т.-е. шестьдесят коп. на серебро) кам памĕ? Сред. Юм. Ик чон пôлсан, пĕрне сана парăтăм, тесе, пит йôратнине пĕлтерсе калани. Сред. Юм. Ик послăх ӳстереть. Иккĕ алланнă (= авланнă) çынна: ик послăх ача ӳслерет, теççĕ (два выводка ребят ростит). IЬ. Ик май та кастарать (говорят про человека изменчивого; с одним он говорит так, а с другим по другому). IЬ. Ик айкки те тăвайкки. Мĕншĕн пôлсан, ик айкки те тăвайкки. Для меня все равно. Орау. Ик эрнери ача, ребенок двух недель от рождения. Шурăм-п. Ик-виçшер лаша, по две, по три лошади.

услан

неизв. сл. Отсюда: Услан тăвайкки.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

косогор

сущ.муж. (син. склон)
тăвайкки, сăрт айкки; дом стоит на косогоре пӳрт сăрт айккинче ларать

склон

сущ.муж.
тайлăм, тайлăк, тăвайкки; на склоне горы сăрт тайлăмĕнче

трава

сущ.жен., множ. травы
курăк; многолетние травы нумай çул ӳсекен курăксем; сорная трава çум курăк ♦ хоть трава не расти ик айкки те тăвайкки, пурĕ пĕр

холм

сущ.муж. (син. возвышенность)
сăрт, тĕмеске, тăвайкки; лесистый холм вăрманлă сăрт; могильный холм вил тăпри, масар тĕмески

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

подъём

1. улӑхтарни, хăпартни, улăхни, хăпарни; 2. тăвайкки, тӑвалла хӑпармалли вырăн; тут поезд идёт на подъём кунта поезд тăвалла пырать; 3. ҫӗкленӳ, хавхалану; хастарлӑх; революционный подъём революциллĕ хастарлӑх; лёгок на подъём ҫула ҫӑмӑл пуҫтарӑнса тухса каякан, ĕҫе иккӗленсе тăмасӑр, часах тӑвакан ҫын.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

гора

ж. 1. ту, сăрт, сăрт-ту; жить в горах тусем çинче (е хушшинче) пурăн; кататься с горы тăвайкки ярăн; 2. (множество чего-л.) купа; целые горы арбузов и дынь купи-купипе арпус, дыня; ◇ гора на душе (лежит) чĕрене пусса тăрать (хуйхă, шухăш т. ыт. те); гора с плеч свалилась чун уçăлса кайрĕ (йывăрлăхран хăтăлнипе); не за горами инçех мар; в гору идти малалла кай (пурнăç), ӳссе кай, ăнăçлă пыр; под гору идти каялла кай; надеяться как на каменную гору çирĕп шан; пир горой савăнăçлă ĕçкĕ-çикĕ; стоять горой хӳтĕле, тăр (камшăн та пулин).

клин

м. 1. савăл; деревянный клин йывăç савăл; 2. (треугольная полоска ткани) хăйă (кĕпен), савăл; 3. в знач. нареч. клином шĕвĕр; шĕвреке; шĕвĕрĕлсе; борода клином шĕвĕр сухал; 4. (часть земельного угодья) пусă; озимый клин кĕрхи тырă пусси; яровой клин çурхи тырă пусси; ◇ клин клином вышибать савăла савăлпа кăлар; клином не вышибешь савăлпа çапса кăлараймăн; куда ни кинь всё клин погов. ик айкки те тăвайкки; свет не клином сошёлся тĕнче хĕсĕр мар.

косогор

м. тăвайкки, сăрт айкки (е çамки).

откос

м. 1. (склон) хĕрĕ, аяк, хысак, вашмăк; береговой откос çыран аякки; откос горы тăвайкки; откос дороги çул айăкки; пустить поезд под откос поезда çул хысакне сиктерсе яр; 2. спец. тĕрек, тĕрев.

пологий

прил. ваш(м)ăк, сĕвек; пологий склон сĕвек тăвайкки; пологая гора вашмăк ту; делать пологим что-л. вашмăклат, сĕвеклет; становиться пологим вашмăклан, сĕвеклен.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

юр

[юр]
neĝo
юр кĕлетке — neĝa homo, neĝa figuro
юр кĕрчĕ — neĝamaso
юр пĕрчи — neĝero
юр пике — neĝulino
юр сййĕ — neĝa tavolo
юр тăвайкки — neĝa monto (monteto)
юр çăвать — neĝas

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

тăвайкки

«склон горы», «косогор»; «пологий берег реки или оврага». Из тăв, ту «гора» + аяк «бок», «сторона».

Чӑвашла топонимсен онлайн словарӗ

Шĕкĕр тăвайкки

Анаткас (Канаш районĕ) ялĕнчен Шĕкĕре каякан çул хĕрринчи тăвайкки ячĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

Тăвай Тăвай ăшни тăвайкки Тăвай кати тăвайăкки « тăвайкки » тăвайкки айĕ тăвайкки ярăн тăвали тăвалла тăвалла кай

тăвайкки
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org