Шырав: тĕрлĕ

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

апат-çимĕç

пищевой, продовольственный
апат-çимĕç магазинĕ — продовольственный магазин
апат-çимĕç промышленноçĕ — пищевая промышленность
апат-çимĕç таварĕсем — продовольственные товары
сĕтел çинче тĕрлĕ апат-çимĕç туллиех — на столе полно всякой снеди

артери

артерия (чĕререн тĕрлĕ органсем патне каякан юн тымарĕ)

археологи

археология (авалхи халăхсен культурине вĕсенчен юлнă тĕрлĕ япаласем тăрăх тĕпчекен ăслăлăх)

аттракцион

2.
аттракцион (хаваслă канма тунă хатăр, сăм. чуччу, карусель т. ыт. те)
паркра тĕрлĕ аттракционсем нумай — в парке много разных аттракционов

вак-тĕвек

мелкий
вак-тĕвек япаласем — мелкие вещи, всякая дребедень
сумкăра тĕрлĕ вак-тĕвек — в сумке лежит разная мелочь

виçеллĕ

5.
имеющий какой-л. размер, калибр, какую-л. меру
пĕчĕк виçеллĕ флот — маломерный флот (лодки, катера)
пысăк виçеллĕ костюмсем — костюмы больших размеров
тĕрлĕ виçеллĕ хĕçпăшал — разнокалиберное оружие

вылян

5.
мешаться, смешиваться
пуçра тĕрлĕ шухăш вылянать — в голове мешаются разные мысли

гибрид

биол.
гибрид (тĕрлĕ сортсене, ăратсене пĕтĕçтерсе тунă ӳсентăран е чĕрчун)

дендрари

дендрарий (тĕрлĕ тĕслĕ йывăç ӳстерсе сăнакан ботаника сачĕ)

диапазон

1. муз.
диапазон (çын е мусăк инструменчĕ тĕрлĕ çӳлĕшлĕ мĕн чухлĕ сасă кăларма пултарни)
сасă диапазонĕ — диапазон голоса

ен

1.
сторона
аял ен — нижняя сторона
сылтăм ен — правая сторона
сулахай ен — левая сторона
пĕр еннелле — в одну сторону
пур енчен те — со всех сторон
тĕрлĕ енчен — с разных сторон
урам леш енче — на той стороне улицы

икĕ

(ик)

числ. колич. при конкр. счете в качестве опр.
два
дву-, двух-

икĕ юлташ — два товарища
вăтăр икĕ кун — тридцать два дня

икĕ хут —
1) вдвое
йыш икĕ хут ӳсрĕ — семья увеличилась вдвое
2) дважды
ик хут иккĕ — тăваттă — дважды два — четыре

икĕ çуллăх — двухлетний (рассчитанный на два года)
икĕ çулхи — двухлетний (о возрасте)
икĕ çулхи ача — двухлетний ребенок
икĕ кун хушши — два дня, в течение двух дней

икĕ тĕрлĕ —
1) двоякий
икĕ тĕрлĕ ăнланни — двоякое понимание
2) двояко
куна икĕ тĕрлĕ ăнланма пулать — это можно понимать двояко

икĕ çĕрлĕн — врозь, в разных местах
ик кĕпçеллĕ пăшал — двуствольное ружье

ик уран тăр —
1) встать на дыбы, вздыбиться (о коне)
2) служить, стоять на задних лапах (о собаке)

икĕ хакпа сут — продавать вдвое дороже

йăхлă

2.
породистый, какой-л. породы
таса йăхлă — породистый, чистокровный
тĕрлĕ йăхлă — помесь
чаплă йăхлă выльăх — высокопородный скот

кăпшанкă

1.
насекомое
тĕрлĕ кăпшанкăсем — разные насекомые

клеенка

клеенчатый, клееночный
тĕрлĕ тĕслĕ клеенка — разноцветная клеенка
клеенка туса кăларни — клееночное производство
клеенка юпăнчи — клеенчатый плащ
сĕтел çине клеенка вит — покрыть стол клеенкой

конгломерат

горн. конгломерат (тĕрлĕ минерал хутйше)

ку

2. мест. указ
такой
ку тери — до такой степени
ку тĕрлĕ — такой
кун пек —
1) такой
кун пек чухне — в таких случаях
2) так
тек кун пек ан хăтлан! — впредь так не поступай!

магнетизм

магнетизм (пур тĕрлĕ магнит пулăмĕсем)
Çĕр магнетизмĕ — Земной магнетизм

май

7.
образ
тĕрлĕ майпа — всяческим образом
пурнăç майĕ — образ жизни
çапла майпа — таким образом
темлĕ майпа чĕрĕ юлтăм — каким-то образом я уцелел
хăйне май — 1) своеобразный 2) своеобразно, по-своему

маркăллă

имеющий марку, марочный
тĕрлĕ маркăллă машинăсем — машины разных марок
маркăллă эрех — марочное вино

мел

2.
уловка, хитрость, ухищрение
тĕрлĕ мелпе усă кур — прибегать к разным уловкам
мел туп — изловчиться, ухитриться
мелне тупакан çын — изворотливый, оборотистый человек

меланж

текст.
меланж (тĕрлĕ тĕслĕ сӳсрен арланă çип)

омоним

лингв.
омоним (пĕр пек янракан, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем)

омоними

лингв.
омонимия (тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем пĕр пек янрани)

оракул

оракул (ĕлĕкхи вăхăтра — турă ячĕпе тĕрлĕ вăрттăнлăха уçса паракан юмăç)

разнарядка

разнарядка (ĕç тума, тĕрлĕ япаласем илме çырса панă хут)
топливо разнарядки — разнарядка на топливо
разнарядкăпа оборудовани ил — получить оборудование по разнарядке

раса

расовый
раса уйрăмлăхĕсем — расовые различия
тĕрлĕ раса çыннисем люди — различной расовой принадлежности

раскол

церк.
раскол (православи тĕнĕ тĕрлĕ сектăсене пайланни)

ритм

1.
ритм (тĕрлĕ элементсем пĕр йĕркепе ылмашăнса пыни)

сас-хура

2.
слух и слухи, молва, толки
тĕрлĕ сас-хура çӳрет — ходят разные слухи
вăл сас-хура пирĕн пата та çитрĕ — эти толки дошли и до нас
унран ним сас-хура çук — от него нет ни слуху ни духу

сăл

диал.
прием, спбсоб, метод
вăл тĕрлĕ сăлпа кĕрешет — он борется, используя разные приемы

сăмах

11.
слух и слухи, сплетня и сплетни
пересуды, толки
сăмах кăлар — пустить сплетню
сăмах сар — распускать слухи
хула çинче тĕрлĕ сăмах çӳрет — по городу ходят разные толки

сери

1.
серия (пĕр тĕрлĕ япаласен ярăмĕ)
кĕнекесен серийĕ — серия книг
пĕр сери сăнав ту — провести серию опытов

си

I. (сий)

1.
пласт, слой
атмосфера сийĕсем — слой атмосферы
геологи сийĕсем — геологические пласты
сухалакан си — пахотный слой
чĕлхе лексикинчи тĕрлĕ сийсем — различные слой лексики

склероз

склероз (тĕрлĕ органсем хытса хулăнланни)

соната

муз.
соната (тĕрлĕ темппа çырнă пайсенчен тăракан хайлалăх)

сортамент

спец.
сортамент (пĕр йышши изделисен тĕрлĕ сорчĕсем)

спартакиада

спартакиада (тĕрлĕ енĕпе ирттерекен массăллă спорт ăмăртăвĕ)
профсоюзсен спартакиади — спартакиада профсоюзов
СССР халăхĕсен спартакиади — ист. спартакиада народов СССР
хĕллехи спартакиада — зимняя спартакиада
спартакиадăна хутшăн — участвовать в спартакиаде

спектр

физ.
спектр (çутă пайăркисем кĕленче витĕр тухсан курăнакан тĕрлĕ тĕслĕ йăрăмсем)

стереофони

стереофония (сасă тĕрлĕ çĕртен янăранă пек илтĕнмелле туни)

тавра

3.
округа, окружающие, близлежащие селения
пирĕн таврара унашкал сестра çук — в нашей округе об этом не слышно
кунта халăх тĕрлĕ тавраран пухăннă — здесь собрался народ из разных мест

тамаша

2.
беда, горе, несчастье
напасть
прост.
темĕн тĕрлĕ тамаша куртăм — я испытал всякое
тамашана лек — попасть в беду

тархасла

1.
просить, упрашивать, умолять
тархасласа йăлăн — умоляюще просить
тархасласа макăр — слезно умолять, упрашивать со слезами
ăна темĕн тĕрлĕ тархасларăмăр — мы его по-всякому упрашивали

телеметри

телеметрия (инçетрен тĕрлĕ виçевсем тумалли техника)

тĕрлĕ

1.
разный, различный, разнообразный, всевозможный, всякий
разно

тĕрлĕ

по-разному, различно, разнообразно
всяко
прост.
тĕрлĕ вăхăтра — в разное время
тĕрлĕ ыйтусем — разнообразные вопросы
тĕрлĕ енчен — с разных сторон, отовсюду
тĕрлĕ майлă — по-разному, так и этак
тĕрлĕ енлĕ — мат. разносторонний
тĕрлĕ саслă — разноголосый

тĕрлĕ тĕслĕ —
1) разноцветный, пестрый
2) разномастный, разношерстный (о животных)
3) разнородный, разнообразный

кун çинчен тĕрлĕ калаçаççĕ — об этом говорят по-разному
тĕрлĕ-тĕрлĕ — разнородный, всевозможный, разнообразный
тĕрлĕ-тĕрлĕ таварсем — самые разнообразные товары

тĕрлĕ

2.  
в сочет. с количественными словами обозначает
сорт, вид, разновидность чего-л.:
виçĕ тĕрлĕ пай — детали трех видов
нумай тĕрлĕ — многих сортов, видов, разновидностей
темиçе тĕрлĕ — нескольких видов, типов

тĕрлĕ-мерлĕ

разг.
то же, что тĕрлĕ 1.

тĕрлĕрен

то же, что тĕрлĕ 1.
тĕрлĕрен хăнăхтарусем пар — задавать разнообразные упражнения
пуçра тĕрлĕрен шухăш явăнать — в голове возникают разные мысли

тĕслен

1.
раскрашиваться, расцвечиваться, приобретать какой-л. цвет
тĕрлĕ тĕспе тĕслен — приобрести пеструю окраску

тĕслĕн

каким-л. цветом (блестеть, отливать)
тĕрлĕ тĕслĕн курăн — переливаться разными цветами
шыв кĕмĕл тĕслĕн курăнать — вода отливает серебром

тĕслĕрен

1.
то же, что тĕрлĕ 1.
тĕслĕрен халăх — 1) различные народности 2) всякие люди, всякий народ
кун пирки тĕслĕрен шухăшлаççĕ — об этом думают по-всякому

тимĕр-таш

металлический
тĕрлĕ тимĕр-таш — различные металлы

типологи

типология (тĕрлĕ пулăмсен пĕрпеклĕх паллисене тупса вĕсене классификаци туни)
[грек. typos — путăм, тĕслĕх, тата logos — вĕрентӳ]

турель

воен.
турель (пулемета тĕрлĕ енне çавăрма май паракан станок)

универсал

1.
универсал (тĕрлĕ ĕçе пĕлекен ăста е тăвакан япала)

фейерверк

фейерверк (тĕрлĕ тĕслĕ ракетăсем, çутăсем яни)

филумени

филумения (тĕрлĕ этикеткăсем пухни)

хутшăн

5.
общаться, соприкасаться
сталкиваться
разг.
водиться, водить знакомство разг.
эпир вĕсемпе хутшăнмастпăр — мы с ними не общаемся
пире тĕрлĕ çынсемпе хутшăнма тивет — нам приходится сталкиваться с разными людьми

хыпар

3.
слух и слухи
молва
ялта тĕрлĕ хыпар çӳрет — по селу ходят разные слухи

центрифуга

тех.

1.
центрифуга (тĕрлĕ япаласене, сăм. сĕте пайăн-пайăн уйăракан машина)
пысăк хăвăртлăхлă центрифуга — скоростная центрифуга
сепаратор центрифуги — центрифуга сепаратора (напр. на молокозаводе)

шасси

1.
шасси (тĕрлĕ механизмсен рами, кăшкарĕ)
телевизор шассийĕ — шасси телевизора
ку автомашинăн шассийĕ ытла лутра — у этой автомашины очень низкое шасси

шăкăр-макăр

мелкий, пустяковый, мелочной
шăкăр-макăр ĕçсем — мелкие дела
шăкăр-макăр тавар — мелочной товар
тумба çинче тĕрлĕ шăкăр-макăр выртнă — на тумбочке валялись разные безделушки

шухăш

4.
взгляд, позиция, точка зрения
убеждение, мнение

витĕмлĕ шухăш — веское мнение
общественоç шухăшĕ — общественное мнение
çирĕп шухăш — убеждение
хăвăн шухăшу çинчех тăр — настоять на своем
шухăшсем тĕрлĕ пулчĕç — мнения разошлись
эпĕ сирĕн шухăшпа килĕшетĕп — я разделяю ваше мнение
пирĕн шухăшпа — по нашему мнению, по-нашему, с нашей точки зрения
унăн шухăшĕ çурхи шыв пек вылянать — его мнения мечутся как весенняя вода (соотв. у него семь пятниц на неделе)

шухăшла

1.
думать, размышлять
мыслить
уст.
каллĕ-маллĕ шухăшла — обдумать со всех сторон
тĕрлĕ шухăшла — гадать на все лады
урăхла шухăшла — придерживаться другой точки зрения, другого мнения
вăл тĕрĕс шухăшлать — он правильно рассуждает
кунта шухăшламалăх пур — здесь есть над чем подумать
шухăшласа пăх — прикидывать в уме, рассчитывать, соображать
нумай шухăшласа тăмасăр — не долго думая
кăштах шухăшласа тăнă хыççăн — после недолгих раздумий
шухăшламасăр калаç — говорить необдуманно, бросать слова на ветер
шухăшламасăр тунă ĕç — необдуманный поступок
шухăшласа кăлар —
1) придать, додуматься; изобрести
2) измышлять, выдумывать, сочинять; плести
шухăшласа кăларнă сăнар — надуманный, нереальный образ
шухăшласа хур — задумать, загадать

эмеллен

лечиться
тĕрлĕ майсемпе эмеллен — применять разные способы лечения

эсперанто

лингв.
эсперанто (учĕнăйсем тĕрлĕ халăх çыннисене хутшăнма хайланă чĕлхе)

çав

3. в знач. усил. частицы
такой, так, столь, настолько
çав тери — очень, в такой степени
çав тĕрлĕ — очень, в такой степени
çил çав тери хытă вĕрет — ветер дует очень сильно

çимĕç

1.
еда, кушанье
блюдо

пула çимĕçĕ — рыбные блюда
çатма çимĕçĕ — жарево, то, что готовится на сковороде
тĕрлĕ çимĕç — разные кушанья
тутлă çимĕç — вкусная еда
çимĕç ларт — накрыть стол, поставить на стол еду
Ялан тутлă çимĕç те йăлăхтарать. — посл. При однообразии приедается и вкусная еда.

монтаж

2.
монтаж (тĕрлĕ пайсенчен пĕр пĕтĕм произведени пухса йĕркелени)
литература монтажĕ — литературный монтаж
фильм монтажĕ — монтаж фильма
мусăк монтажĕ хатĕрле — готовить музыкальный монтаж

çавра

2.
общее название законченного периода речи, песни
— перевод завиит от характера звукового периода:

куплет, строфа, колено, период (речи) т. ыт.
пĕр-икĕ çавра юрласа ил — спеть один куплета
шăпчăк юрринче темĕн тĕрлĕ çавра пур — в соловиьной песне есть самые разнообразные колена

несĕл

2.
порода
тĕрлĕ несĕл кăвакалсем — утки разных пород

тĕрлĕ


йен тĕрлĕ
1) какие только
мĕн тĕрлĕ сас-хура пулмарĕ пулĕ — каких только слухов не было!  
2) как, как только
мĕн тĕрлĕ тăрăшсан та ĕçе каçчен вĕçлеймерĕ — как (только) он ни старался, а работу до вечера не завершил

çав тĕрлĕ — до такой степени, в такой мере
вăл тĕрлĕ — до такой степени, в такой мере

тем тĕрлĕ — очень, весьма, чрезвычайно
тем тĕрлĕ çӳллĕ — очень высокий
сана тем тĕрлĕ ыйтрăм — я тебя очень просил, я тебя умолял

атă-пушмак

обувной
ача атă-пушмакĕ — детская обувь
сăран атă-пушмак — кожаная обувь
çуллахи атă-пушмак — летняя обувь
атă-пушмак хапрăкĕ — обувная фабрика
атă-пушмак юсакан мастерскойĕ — мастерская по ремонту обуви
магазинта тĕрлĕ йышши атă-пушмак пур — в магазине есть разнообразная обувь

тем


тем пек
1) очень, чрезвычайно, весьма
тем пек ыйтрăм — я просил настоятельно
2) прекрасный, великолепный, замечательный

тем тĕрлĕ — самый разнообразный
теме кура — неизвестно почему
теме хур — ценить очень высоко
тем ĕмĕр — чрезвычайно долго

тем таранччен
1) очень, весьма, чрезвычайно
тем таранччен тав ту — быть весьма благодарным
2) очень далеко
вăрмана тем таранччен кĕрсе кай — зайти очень далеко в лес
3) очень долго
тем таранччен кĕт — дожидаться очень долго

тарифла

тарифицировать, производить тарификацию
ĕç укçине тарифла — тарифицировать заработную плату
тĕрлĕ ĕçсене тарифлани — тарификация различных видов работ

валек

II.
валек (тĕрлĕ хатĕрсен пайĕ, йывăç е тимĕр патак)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

ерех

син.: ерекĕ
водка
вино

ерех валли, ерехлĕх — на вино
ереххĕн пар — платить вином
вăл мана тĕрлĕ ерехсем ĕçтерчĕ — он напоил меня разными винами
ерех савăчĕ — графин

пар

давать
сулить
задать

пама пул — сулить
тарçуна памалла укçана катса памарăн-и? — не удерживал-ли платы у своего работника? памашкăн ыйтма та çук — у того, кто не дает, нечего и просить
хăй памана памасан та пырать — тому, кто сам не дает, можно и не дать
ĕç панă — задали работу
виçсе пар — отвесить
кайалла тавăрса пар — возвратить
качча пар — выдавать замуж
уйăрса пар — наделить
Петĕртен парса йанă — послал с Петром
суса пар — отсчитывать
парассăма парса пĕтертĕм — я оплатил свой долг
парăм — долг
парăма кĕр — в долг взять
парăмлă — должный; должник
парăн — подчиняться, повиноваться, сдаваться, уступать
çулталăк ытла парăнмасăр тăнă — не сдавались более года
тĕрлĕ йĕрĕхсене хисеплесе вĕсене парăнса пурăнаççĕ — почитают различных йĕрĕхов и весьма к ним привержены
ăна парăнтама çук — его не подчинить
парне – жертва; подарок

сăвăр

веять
тĕрлĕ çĕртен вĕрекен çилпе тыррăна ан сăвăр, тĕрлĕ йĕрпе ан çӳре — не вей хлеб при ветре, дующем с разных сторон, не ходи по разным путям

ĕлккĕн

громадный
тĕрлĕ ĕлккĕн — необыкновенно громадный

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

сайка

(-га-), кролик (от русск. зайка). Баран. 127. Тилĕ тĕрлĕ кайăк тытать: мулкачăсем, сайкасем тытать. А. Турх. Сайка вăрманта пурăнать, кил те усракалаççĕ. Аван пурăнать, выльăх пекех иленет. См. сайкка.

савăн

(савы̆н), радоваться, веселиться. Ала 74. Кĕмĕл укçа шутлакан çуттипеле савăнать. Ст. Яха-к. Ун чухне ялти çынсем пит савăнса çӳреççĕ. Вĕсем çине пăхма та лайăх. (Сăварни). N. Çапла çĕрĕпе çутăличченех ĕçсе-çисе, хывса, темиçе тĕрлĕ калаçса, юрласа, ташласа ирттереççĕ, унта темиçе тĕрлĕ савăнаççĕ. Альш. Унăн хĕрĕ нимĕн тăва пĕлмен савăннипе (от радости). Сред. Юм. Кин илсе те савăнан ĕнтĕ (ирон. — и со снохой не очень нарадуешься): ман кин пôр ôнта, кôнĕпех çыврать. Юрк. Пурте ахăлтатса савăнса (весело) кула пуçлаççĕ.

савăнăç

радость. Юрк. Калама та савăнăçĕ темĕн чухлĕ. Ст. Шаймурз. Хăйсен савăнăçĕсене хăварса, çын валли савăнăç, çăлăнăç шыраççĕ. || Радостный. Истор. Вăл тĕрлĕ савăнăç куна курасса ĕлĕк никам та ĕмĕтленмен.

икĕ авăрлă сава

скобель. N. Ик авăрлă сава — тĕрлĕ çĕрте тыткалакан савалакан хатĕр. Вăл икĕ авăрлă, çаврака пулать.

саккалийĕн

неизв. сл. Якейк. † Шор кримиски калпакне чалăш лартар-и, лартар-и. Апи илсе панă пыçахийĕ саккалийăн корнтăр-и. Апи туса панă кĕпине тăхăнам-и, тăхăнам-и, тĕрлĕ те тĕрлĕ шалаварĕ саккалийăн корнтăр-и. Ати ĕçлетсе панă поставне тăхăнам-и, пичи илсе панă карттусĕ саккалийăн корнтăр-и. Хам ĕçлетнĕ кĕпее тăхăнам-и, ати илсе панă аттисам саккалийăн корнтăр-и.

салма

салма. Моркар. Салмана ясмăк çăнăхĕнчен тăваççĕ, тата квас салми полать. Сред. Юм. Салмана, йăваласа туса, çĕçĕпе касса тăваççĕ. Ib. Татнă салма, йăпăлти салми, кашăк салми (разные виды салмы). Юрк. Салмасене пирĕн чăвашсем виç-тăват тĕрлĕ тăваççĕ: каснă салмасем, йăпăлти салмисем, татнă салмисем. Салмасене пурне те çăнăхран тăваççĕ: пăрçа çăнăхĕ çине пăртак ыраш çăнăхĕ хутăштараççĕ. Хăш чухне ыраш çăнăхĕ вырăнне тулă çăнăхĕ е пăри çăнăхĕ. Çăнăха шывпа хутăштрса çăраççĕ, тутлă чуста тăваççĕ. Ăна, тата-тата илсе, унаççĕ. Унаçĕсене çĕçĕпе касаççĕ, йăвача пек туса. Ăна каснă салма теççĕ. Хуранти шыв вĕреме кĕрсен, салма яраççĕ. Салми пиçсен, ăна юрма ярса, пăрăç ярса çиеççĕ. Йăпăлти салми чустине малтан йĕтĕрпе пусса сараççĕ, хут пек тикĕс те çӳхе тăваççĕ. Ăна кайран, çине-çине хутласа хурсан, çĕçепе касса вĕтчеççĕ тураççĕ. Лапша пулат. Ăна вара, хуранти шыв вĕреме кĕрсен, хурана ярса пĕçерсе çиеççĕ. Татнă салмана каснă салмапа пĕрех тăваççĕ, анчах унаçне çĕçĕпе касмаççĕ, хĕрарăмсем пӳрнисемпе татса илсе, ывçă тупанĕ çинче çăмах тăваççĕ; кăшт çăтма çăмăлтарах пултăр тесе, çаврака тăваççĕ. Пĕр тиркĕ çăмах тусан, ăна вара, хуранти шывĕ вĕреме кĕрсен, тăвар калаттарнă шыва салмине яраççĕ те, пĕçереççĕ. Салмана хăш чухне ашпа та пĕçереççĕ. Хăш чухне тата паранкă та тураса яраççĕ. Хăш чухне тата, çула пула пуçласан, пултăран ĕлкĕрсен, ешĕл пултăран та тураса яраççĕ... Салма чăвашăн чи юратнă яшки.

сантал

(сандал), наковальня. Б. Олг., Тюрл., Якейк. Ст. Чек. Сантал (сунтал) — 1) домашняя наковальня для отбивания кос; 2) кузнечная наковальня. СПВВ. Т. Сантал çинче çавасем туптаççĕ. Изабм. Т. Тимĕрçĕ лаççинче вĕркĕç пулат, сантал пулат, хăйра пулат, млатуксем пулаççĕ. Сред. Юм. Тимрĕçре, тимĕре хĕртсен, сантал çинче çапса ôрăх тĕрлĕ тăваççĕ.

сапăн

(-бы̆н), рассыпаться, разбрызгаться. Яргуньк. Çĕрĕ кĕрпе пăрчи пулса, çĕре сапăнса пар, тет. N. Вăл хула тĕрлĕ çĕрте сапăнса пурăнакан чăвашсемшĕн çӳреме лайăх пулнă. || Захлебнуться, поперхнуться. Сред. Юм. Тем пôлчĕ мана, яшка сыпнă чôхне сапăнтăм-карăм та, ĕсĕрсе шалт хăшкăлтăм.

сапăнчăк

(-џ̌ы̆к), разбросанный; разбросанно. Сĕт-к. Утсампа кăçал пит сапăнчăк тохаççĕ. В ночевую с лошадьми ездят одновременно в разные места. Ib. Пирĕн ялăн уйсам пит сапăнчăк, çав сапăнчăкки пăр тивасран (= тивесрен) хӳхĕм. КС. Çар пит сапăнчăк пырать. Войско идет в беспорядке и редко (не плотными рядами). Ярмушка-к. Ку вырăна тĕрлĕ сапăнчăк çĕртен пуçтарăнса ларнă (жители). N. Пĕчĕкçеççĕ çырма, сапăнчăк шыв, вĕт çирĕксем пусса çĕнтернĕ.

сенкер-сехмет

бедствие, беда. Т. VI. Çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ сенкер сехмет. См. сехмет.

сывлăш

воздух. О сохр. здор. Таса мар сывлăш (воздух) çинче. N. † Тарăн шыва чăмса кĕрер-и? Сывлăшпа çаврăнса тухар-и? N. † Атьăр тарăн шыва чăмар-и, сывлăшпа çаврăнса тухар-и? Кан. Кĕлне сывлăша вĕçтерсе сапаласа янă. || Дыхание, вздох. Пазух. Вăрăм кăна сывлăш, йăвăр хуйхă ирĕлтерет чĕренĕн çусене. N. Пирĕн улах таврашне асăнсан, сывлăш та тухас çук. N. Пĕрех: ах! темесĕр сывлăш тухмас. N. Сывлăша веç туртса илет. У меня перехватывает дыхание (при беге, при восхождении). Якейк. † Çил-ту çинчи çил-армань çилсĕр-мĕнсĕр авăрать, пирĕн сывлăшпа авăрать. Микушк. † Пирĕн пек мĕскĕн ачасен сывлăшранах паллă (уже по одному вздоху заметно) хуйхăлли. Бюрг. Сывлăша илет, перехватывает дух (спирт). Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн сывлăшĕ чарăнать,— вăл çав чечек умне пырса тăрат. Что сокращ. жизнь. Пирĕн пурăнăç пĕре сывланă пек кĕске. Изамб. Т. Ват çыннăн чупма сывлăшĕ çитмест. Эпĕ хытă чупрăм та, сывлăш пĕтрĕ (запыхался). СТИК. Чупа-чупа чист сывлăшсăр пултăм (совсем запыхался, не могу дышать). ЧС Каçпала вара сывлăшĕ (у больного) кĕскелсе çиттĕрĕ. Ала 93. Выртсассăн-выртсассăн, ачанăн кăшт сывлăшĕ кĕнĕ, тет. N. Кунтан юлсан, тепĕр сывлăш пурăнма пулĕччĕ. || Ветер. Т. IV. 8. Вĕрнĕ сывлăшсем килччĕр. N. Кĕрешсен те, сывлăша çапнă пек анчах кĕрешместĕп. || Дух. N. Эй савнă çыннăмсем! пур тĕрлĕ сывлăша та ан ĕненĕр, сывлăшсене сăнаса пăхăр. Аршюшк. Вара çавăнтах вуниккĕмĕш сехетре сывлăшне кăларса ячĕ (она). Н. Лобеж. Сывлăшĕ пур та, чунĕ çук. Сред. Юм. Эпĕ кашни çĕр сывлăш тухмасăр аптăратăп вит. || N. Сывлăш çынни пурин çинчен те шухăшлама пĕлет.

сыр кăмпи

(-би), назв. гриба. Шел. З2. Тĕрлĕ чечек хушшинче сыр кăмпи пек хăпарса тăрать тӳшек-çытарĕ. N. Сыр кăмпи çерем çинче, хăш чохне çырта та, çитĕнме полтарать. Вăл хăш чохне шу витринчен те пысăк полать. См. çыр кăмпи. Н. Карм. Сыр кăмпи, дождевик. Хорачка. Сыр кăмпи, дождевик. Тюрл. Сыр кăмпи — по виду как тыква, „как гусь“, мягкий, растет в болотистых местах.

сыхлавçă

(-з’ы̆), охранитель, охранник, сторож. Калашн. Çав çар ушкăнне тепĕр тĕрлĕ сыхлавçăсенĕн ушкăнĕ теме юрать.

сик

(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).

сиксе тап

биться сильно (о сердце). Баран. 95. Çапла çав, пулĕ шăхăрса иртнине те хăнăхатăн. Тепĕр тĕрлĕ каласан: хăрас мар тенĕ çĕртех хăраса, чĕре сиксе тапнине те пытарма вĕренетĕн. Ib. Вăя кăларса кăшт хускалниех хала ярать; чĕре сиксе тапать; хашкаса туртăшса сывлатăн.

сиплĕ

полезный, имеющий целебное свойство, здоровый. ОПВВ. Шăпа чир. сор. 19. Унпа лаша пăхĕ куписене сапни питĕ сиплĕ. Баран. 12. Авалхи çăка сулхăнĕнче сивĕ шывлă, сиплĕ çăл юхса тухать шавласа. Ст. Чек. Çумăр сиплĕ мар. Изванк. Çак тимĕр карта çавăрнă чухне те, çапла сиплĕрен çарамаçланаç(çĕ) пулĕ те, анчах эпĕ халччен ăна-кăна илтмен. Ib. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ, тьфу! или: турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, тьфу! (Из наговора). N. Сиплĕ çын. См. вирлĕ. Юрк. Темĕн тĕрлĕ техĕмлĕ, темĕн тĕрлĕ сиплĕ (о кушаньях).

сирĕл

раздвигаться, расходиться. Халапсем 19. Леш шуйтанĕсем каллех тĕрлĕ-тĕрлĕ саланса, сирĕлсе пĕтсен. N. Лешсен çарĕ вăл çапла касса тухса кайнă чух хăраса ик енелле сирĕлсе анчах юлнă. Орау. Шăнасем пек, пĕр çĕртен сирĕлсе кайсан, каллех тепĕр çĕре пухăнаççĕ. || Сторониться. Сред. Юм. КС. Таптать, таптать, сирлĕр! тиççĕ пасарта. Сборн. по мед. Усал чирлĕ çынсене вăл вăхăтра курайми пулаççĕ, вĕсенчен хăраççĕ; пăрăнса сирĕлсе çӳреме тăрăшаççĕ. || Исчезнуть. N. Ун куçĕ умĕнчен сирĕлнĕ вара. Аттик. Халăх: ку инкек-синкек сирĕлсе кайми-ха (не прекратится ли), тесе, пĕр эрне пурăнчĕç, иккĕ те пурăнчĕç. || Выведриваться. Тюрл. Çăмăр çума хытланатьчĕ, сирĕлсе карĕ. || В перен. смысле. N. Хăçан пирĕн çинчен патша хуйхи сирĕлĕ-ши?

сисĕм

(-зэ̆м), чутье, чувство. N. Пĕр тĕрлĕ ĕçсемпе тепĕр тĕрлĕ ĕçсене уйăрма этемĕн сисĕм пур. Беседа. Этемĕн чĕре пур, сисĕм пур.

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

сун

сон, желать. Бгтр. † Ах, пус-килсем (кӳршĕсем), ял-йышăсем, усал сунса ан ярăр. (Солд. п.). N. Вĕсем мана канлĕх суннă пек калаçаççĕ. Ала 91. Эй ачамсем, ахаль каламан: ама-çори амăшĕ, тесе: мана ырă сунан çавă пурăнăçа ан куртăр. Юрк. Çав вăхăтра çынсем пурте çапла савăнса темĕн тĕрлĕ ырăлăх суннине курсан: мана капла пĕлекен çынна ырă сунманни лайăх мар, эпĕ те ăна çынсем умĕнче ырă сунам халĕ, тесе шухăшлать. Ib. Пурте хăна (тебе) усал сунĕçĕ (будут проклинать). Ал. цв. 29. Çилĕллĕ аппăшĕсем, тĕрĕс ĕçлесе тăракан тарçисем, аслă улпутсем, салтак пуçлăхĕсем — пурте каччăпа хĕре ырăлăх-сывлăх суннă. Т. VII. Эпĕ сана уншăн тем пек ырă сунăп (несказанно буду благодарить). Б. Олг. Похăнчĕ хăна, пӳрт толли; сонни (-ννиы) килчĕ пор хăна та (приехали желанные гости). Изванк. Ыр тор ыр сунтăр. (Начало моленья). В. Олг. Лаша лайăх — ларакан çок; пĕренĕк нумай — çиехен (= çиекен) çок, çиехен пор та — сонни çок; сонни (желанная) пор та — варли (-λиы) çок; варли пор та, конта килме вăтанат. Утăм. Тĕл пулмарăм сунан ĕмĕте. N. Çынна хаяр сун, желать другому зла. || Питать добрые чувства, любить. N. Халĕ ĕнтĕ вĕсем Якура хирĕç нимĕн те кăшкăрмаççĕ, анчах хĕрарăмсем сунмаççĕ. Б. Олг. Сăпаççипах аттине пере(= пире) сонса чĕннĕшĕн. Ib. Кам хорат виçĕ пус, кам мĕн чолĕ сонса парат яшка çинĕшĕн. Ib. Киле кĕртĕм (зашел) эпĕ, хорăнташсам патне каясшăн, мана парне параччĕ: пир, сонаканĕ окçа парат, пор те парат, çип те параччĕ салтака кайнăшăн. В. Олг. Эс мана сонмарăн (не почтил; не пришел в гости, будучи зван). Шибач. Сонса пар (йоратса пар). Ib. Ыр сонса (йоратса) килтĕм. С. Айб. † Мана сунакан ыр çынсем, атте-анне килне пырса кур. || Надеяться, чаять, ожидать. N. † Куриччен, курассăн сунмарăм, курсан, калаçасса та пĕлмерĕм. Бюрг. † Сарă-сарă пăри кĕлти, саланмассăнах сунчĕçĕ, саланчĕ-ĕçке, саланчĕ; телĕйсĕр-телейсĕр пуçăма, камалсăр пулĕ, терĕçĕ, кайрăм-ĕçке, кайрăм куç курман çĕре. Толст. Эпĕ ăна вĕренессе те сунмастăм (не чаяла, что научусь). Собр. † Çуратаччĕн çуратассĕн сунмарăн. Кильд. † Çĕнĕ-ах та тир, сакăр тир: çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм (не чаял). Н. Лебеж. † Ай-хай атте чунăм, анне чунăм, тупиччен тупасса сунмарăм. N. Апла çырманнисене ӳлĕмрен укçа памасса сунать. Ал. цв. 22. Малалла санăн ман патăмра пурăнассу килмесен, эпĕ сана ирĕксĕр пурăнмалла, ĕмĕр сунмалла тăвасшăн мар. N. Ярах ĕнтĕ мана, халĕ те манăн аттемпе аннем мана курасса сунмаççĕ. ЧС. Чăвашăн пĕр-пĕр çын сымарлансан мĕн тусан, мĕн çине сунма пур вара: е керемет тытнă, е вилĕ вăрăннă пулĕ, тесе, юмăç тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳресе супаççĕ, вара. Юрк. Эпĕ санран çыру мĕн илессе сунманччĕ: епле çырса яма асна илтĕн-ши, тĕлĕнетĕп. N. Чӳркӳ праçник кон сонса карăмăр.

сунтăх

сонтăх (суяды̆х, сонды̆х), ящик, сундук. См. сунтăк. Питушк. Сĕтел сонтăхĕ. Ст. Шаймурз. Юрла кăна, юрла, тиетĕр, юррăм юман сунтăх тĕпĕнче. N. † Юрлăттăм, юрлăттăм, ай, юррăм çук, юррăм юман сунтăх ăшĕнче. Альш. † Манăн юррăмсем юман сунтăхра. Ст. Шаймурз. † Ай-хай, иртсе пыран çамăрăк ĕмĕр, йĕс сунтăха хупса чарас çук. || Лавка в передней части избы с ящиком или полочкой внизу для посуды и проч. См. сунтăх сакки. К.-Кушки. Йинке, шăвăç тирке ăçта лартнă? — Сунтăха лартнăччĕ. Эпир çур. çĕршыв 11. Тĕпелте кашăк-тирĕк вырăнĕ çакăнса тăрать, аялта сунтăх ларать. Альш. Кăмака умĕнче сунтăх: унта кашăк-тирĕк хураççĕ ăшне. Чертаг. Сôнтăх = çăккăр-яшка хумалли вырăн. || Юрк. Сунтăх, сак айĕ. Унта путек яраççĕ. || Шкап без дверек для тарелок и проч., прибитый к стене. N. Сунтăх вăл шкап пек, анчах унăн хуппи çук; хупăлă пулсан, вăл шкап пулат. Сунтăха тĕрлĕ япаласем хураççĕ: чейник, чей-чашкисем, тата ытти вак-тĕвĕк япаласем. || Ларец. N. † Пĕчĕкçеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. Трхбл. Пĕчĕккеççĕ сунтăхра чунăм пур. (Чĕпĕленнĕ çăмарта; алă тымарĕ, пульс). || Пенал. Трхбл. К.-Кушки. Мана тете икĕ хупăлă сунтăх илсе пачĕ. || Четыреугольная корзина, часто с крышкой. Кĕвĕсем. Хăваран сунтăх авăтăм — хăва хуппи сĕвĕнмес. Ib. Сунтăх-сунтăх сар мăйăр, çисен çимесен те катса пăх. Юрк. Сунтăх = пĕчĕкçĕ пуркă, тăваткăлскер. Ст. Шаймурз. † Хăваран сунтăх тăвăттăм, хăва хуппи сĕвĕнмест. См. сунтек. || Узор на груди женской рубахи по обеим ее сторонам. КС.

суп

выбиться из сил; измучиться, замаяться, уставать, утомляться. А. Турх. N. Супнă, выбился из сил (т. е. выжил из ума). Хурамал. Пĕрре пирĕн лашасем тухса кайнă та, эпĕ вĕсене шыра-шыра шалт супрăм (ывăнтăм). Ib. Лашана шыра-шыра шалт супрăм (ывăнса пĕтрĕм). Юрк. Ку çырăва кĕте-кĕте пĕтĕмпе супрăм. Ib. Çапла темĕн-тепĕр шухăшласа чысти супаттăм. Ib. Эпир ăна ташлаттараймарăмăр, курăсăн, вăл хăй пире супиччен ташлаттарччĕ. Ib. Ашшĕ-амăшĕ юратнă ачи-пăчисемшĕн йĕрсе супнă пулĕ. Баран. 29. Пĕчĕкçĕскер, кунĕпе урам тăрăх выçса супса çӳрет. СПВВ. ФИ. Супрăм, теççĕ, ĕçлесе туса саççим алăран ӳксен. СПВВ. ЕХ. Супрăм — ĕçлесе ывăнтăм. СПВВ. ИФ. Супса ларас — çывармасăр тек сулланса ларас. Тата пит ĕçлесе ывăнсан калаççĕ: ах, çав тĕрлĕ супрăм çав, урана хускатма та вăй çук, теççĕ. Альш. Ывăниччен (= супиччен) выляççĕ. N. Пирĕн çăлăнса пулас çук, эпир ĕçпех супатпăр. N. Шалт вăйран супрăмăр ĕнтĕ. N. Арăмĕ йăпатса ыйтат, тет: Иван тăр-ха, тăр-ха, кала мана, эсĕ ăçта кайса ку тĕрлĕ супса килен? Сред. Юм. Паян кôнĕпе те ларса каниман, пĕрмай ôтса çӳресе чысти сопрăм. Орау. Персе супнă, теççĕ хытă ӳсĕрĕлнĕ çынна. Ib. Айăхпах суппăрĕ. Замаялся спать. Кан. Ĕçкĕпе супса çӳренĕшĕн ятлама тытăннă. Истор. Нумайĕшĕ вăйран супса вилнĕ. Ск. и пред. чув. 20. Ватăлнипе, супнипе хăвăра хăвăр пĕтертĕр. N. Пĕр ăрăвĕ ытла ăсран кайса супа пуçланă. СПВВ. МА. Супнă — йӳтенĕ, сӳтĕлнĕ. Ib. Ай йӳтенĕ старик! || Итти, шагать до переутомления, ходить устало, плестись. Пазух. Супрăм-супрăм сукмакпа, йĕтĕн ани тĕл пултăм та, йĕрсе ларса ирттертĕм. || Свернуть, сторониться. N. Ку ачи шутсăртарах. Вăл супса иртсе кайман. Хорачка. Иккĕн херĕç полса, пĕри сопса. Шибач. Çак солпала кайсассăн, первойхи çолпалах сылтăмалла соп. Ib. Çынсам хирĕç полсан, эс малтантарах сопса тăр.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сăйла

угощать. Н. Седяк. Йĕтес туртнă чух вăлтмалла (улталамалла), вăлтакана сăйламалла калаçаççĕ. Перев. Пĕр тилĕ тăрнапа туслашнă. Вăл ăна: килях, кума, килях, сана çав тĕрлĕ сăйлăп ĕнтĕ, тесе, хăнана чĕнет, тет. Ск. и пред. чув. 84. Ырă кĕрӳ, Тăхтаман, туй пăттине сăйласа, туй халăхне пуç таять. См. Силле. || Подарить. Шарбаш.

сăвă

(сы̆вы̆), песня, песенные слова. М. Сунч. Вара хăшĕ-хăшĕ ташлаççĕ, хăшĕ-хăшĕ алă çупса сăвăсем каласа тăраççĕ. Тюрл. Сăвăллă йорла-ха (со словами). ТХКА 94. Эпĕ сăввине пĕлмен чух, çеммине (мелодия, мотив) ярăнтарса юрлатăп. Якейк. Сăвăсене поринчен ытла хĕр-ачасам йорлаççĕ улахсенче, çулла, хурсам пăхнă чух, сорăхсам панче, тата ытти çĕрте те. Сăвă; вăл туй йорри мар, çăварш йорри, салтак, ĕçкĕ йорри мар, ăна ахаль йорă теме йорать. Сăвăра ăнланмалла мар сăмахсам нумай. Сред. Юм. Сăвă; йорланă чôхне каласа йорлакан сăмахсĕне сăвă теççĕ. || Особые песни. N. сăвă. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл ман пулă пач(ĕ). Пуллине хурана ятăм та, хуран мана çу пач(ĕ). Çуне çурта çутрăм та, çанталăк та çуталчĕ. Выртан каска хусканчĕ, ларакан йăвăç хумханчĕ. Çĕтĕк-çатăк тимĕрçи сиксе çапать тимĕрне. Ib. Утрăм, утрăм, умма тупрăм, уммине анчăка патăм, Анчăк мана пушă пач(ĕ). Пушипе çĕре çапрăм та, çĕр мана курăк пач(ĕ). Курăкне ĕнене патăм та, ĕне мана сĕт пач(ĕ). Сĕтĕкине чăпăка (курочке) патăм, чăпăка мана матяка пач(ĕ). Матякине учаха (= вучаха) ятăм: шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне кĕрех карĕ. Ib. Мулчи, мулчи мулахай, мăн мулахай — сулахай. Çӳлте çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе. || Стихи. N. Хĕл каçиччен эпĕ чăвашла тата пĕр тăватă пилĕк сăвă çырнă. || Мелодия песни. Альш. Елшелĕнче чăн тытăнса каланă чух икĕ сăвва килтерсе (на 2 напева?) каланине илтнĕ эпĕ. Ib. Тата эпĕ: „Пӳркелĕнче (Елшелĕнчен пĕр ултă-çичĕ çухрăм) кĕвве вуникĕ сăвва (вуникĕ тĕслĕ юрласа) кӳрсе калаççĕ“ тенине илтнĕччĕ. Турх. † Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă, мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест. N. Кĕвĕ сăввисем, юрă сăввисем. С. Айб. Хрутун, купăса алла илсен, пĕрре сĕрсе ячĕ, тет те, темиçе тĕрлĕ сăвă сассисем (гармоничные звуки) янăраса кайрĕç, тет. Тим. † Юрăра тĕрлĕ сăвă пур, сăвăра тĕрлĕ сăмах пур. Ячейк. Пире апи ĕçтерет, пирĕн сăвва илтесшĕн. Дик. леб. З8. Кăмрăк тăвакансем те ĕлĕкхи пекех юрлаççĕ; ача чух эпир çав юрă сăввипех ташлаттăмăр. Кĕвĕсем. Эй шупчăк, сарă шупчăк! Юррушĕн çеç юратмастăп эп сана: сăввушĕн те, кăмăлушĕн те юратап.

сăмах пар

позволять говорить, дать слово. || Промолвить слово. N. Ку çамăрк хуçа вара çав тĕрлĕ ырă арăмне те пĕр сăмах та паман (ни слова не сказал). || Причитать над покойником? N. Унта вара тупăка вырттараççĕ те, сăмах параççĕ. || Обещаться, дать обещание. N. Ӳлĕмрен те нихăçан та çын япалине илмессе сăмах панă.

сăн

(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.

сăрла

жужжать. Орау. Вара йăвăç пахчисенче, вăрмансенче, çерем çинчи чечексем çинче тĕрлĕ хуртсем сăрласа вĕçсе çӳреççĕ. N. Унта ачасем, пыл хурчĕсем сăрланă пек, сĕрлесе, вĕренсе лараççĕ. || Подр. звуку брошенного камня. КС. См. вăнн.

сара

(сы̆рă), пиво. Хурамал. Тĕлĕкре сăра ĕçсен, йĕпе пулать, тет. Сред. Юм. Тĕлĕкре сăра кôрсан, çăмăр полать, тет; кĕмĕл окçа корсан — сиввĕ полать, тет; какай корсан — выльăх вилет, тет. Панклеи. Чӳклес омĕн пĕтĕм халăха çитеслĕх сăра туса хатĕрланă. N. Сăра сакки сарлака, тет. (Послов.). Трхбл. Сăра кучĕ сарлака. (Поговорка). Пазух. Тăванпала тăван калаçаççĕ, йӳçĕ сăрана тутлă тăвасшăн. Вишн. 75. Сăра çапах эрехрен авантарах, вăл çынна выçăхтармасть, ăна ĕçсен, сайра-хутра хытă ӳсĕрлетĕн. М. Васильев. Онта сăра лартаç, пашалу, хоплу пĕçереç. Аттик. Вĕсем çимĕке темĕскерле кĕтсе илнĕ пек, сăрасем лартса, эрехсем илсе хатĕрлесе, тĕрлĕ çимĕçсем пĕçерсе, савăнса кĕтсе илеççĕ. Ib. Чăвашсĕн авалхи йăла пур: сăра пички пуçламассейрен, малтан пĕр çын ĕçеччĕн, кĕлтăваççĕ. Орау. Качча кайнă хĕр туйĕнчен кайран ашшĕ-амăш патне сăрапа пырать. Сăрапа кайнă чухне тĕл пулакан çынна пичке анинчен (= çăварĕнчен) çĕрпе (цевкой) сăра ĕçтереççĕ. Ĕçекенни вара: тур пач сăрана, туртрăм лайăх, тит кайран. Альш. Вăл (она) вара, сăрапа кайсан, укçа пуçтарат вĕсен (у них). N. Туйсам патнелле сăра тумалла пуль те-ха... Халĕ пурнăпăр-ха пуккаль. Актай. Унтан кайран Бура-Бĕрхĕ авланчĕ, тет. Авлансан, кусем сăрапа кайрĕç, тет. Н. Карм. Урпа сăри, ячменное пиво. Сĕт-к. Квакал сăмси лапрара, пирĕн тота сăрара. N. Пĕр витре сăра ăсса тохам-ха. N. Вăл йĕтес сăрине ĕçимарăмăр. N. Сăри сăра иккенне пĕлнĕ пулсан, арăмма илсе килнĕ пулăттăм, тулккĕ арăмма илсе килмерĕм, пĕччен килтĕм. (Шутка). || Пирушка. Янтик. † Хĕрсем çырлара, эпир сăрара. N. † Сарă инке сăрара (в гостях), çырă инке çырлара, хура инке хуранта, лутра инке луткара. БАБ. Кĕркунне пĕрре, кĕрхи сăрара, пирĕн пата ăратнесемпе пĕрле çак тукатмăш-карчăк та пырса ларнă. Курм. Кантăр сăри, выльăх сăри, пирушка. Ib. Çĕн-çын каять сăрапа, поса сăрипа каять, кантăр татнă чохне кантăр сăрипа.

сăрă хурт

трутень. Н. Карм. Сăрă хурт пыл тумасть, шыв кӳрет только. Календ. 1906. Вĕллере виç тĕрлĕ хурт пулать: хурт ами, ĕç хурчĕ, татă сăрă хурчĕ.

сăрхăн

(сы̆рhы̆н), стекать, сочиться, просачиваться, течь. Изамб. Т. Çĕвене ярсан, çĕве сăрхăнат. Если свернувшееся кислое молоко влить в мешок для получения творога, то вода стекает. Толст. Шыв пĕрер тумламăн сăрхăнса курка тулли пулсан... Хастарлăх З2. Утнăçем сăрхăнса тумласа пычĕ. Календ. 1906. Çĕнĕ чӳлмекре шыв пит час сăрхăнать. Ib. Тата кашни ял тавра, кашни кил тавра канав алтса çавăрас пулать, унта вара шыв йĕпе-сапа хыççăн сăрхăнса анать те, çĕр часах типсе каять. Кан. Çиелтен кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çу майлă йăлтăртатса юхать, сăрхăнать. Ст. Чек. Шан сăрхăннă. Вода из чана или из кододы вся утекла. КС. Ăсла сархăнса юхать (вытекает понемногу, капая, не свободно, с трудом выделяясь из того материала, который положен в шан). Ib. Ала виттĕр сăра сăрхăнать (просачивается). Сред. Юм. Тăлана пôсса кӳртсен, шывĕ сăрхăнтăр тесе, патак çине авăрласа лартаççĕ. || Впитываться. Каша. Шыв çĕре сăрхăнат (впитывается). Вишн. 69. Çапла çăмăр шывĕ çĕре ӳксен, çав тĕрлĕ тăпра витĕр çĕр айнелле сăрхăнса анать. Сред. Юм. Ĕнер çунă çамăр тавна (давно) сăрхăнса пĕтнĕ. || Иссякать. N. Çырма сăрхăнса пĕтсе выртать (иссякает). || Исхудать. КС. Лаша сăрхăнчĕ (или: туртăнчĕ). Орау. Çак уйăхра пĕре сăрхăнас пулать ĕнтĕ (придется поработать до истощения). Ib. Ай-ай, çын сăрхăннă! Чир ахалех иртмест çав. N. Эсĕ пит сăрхăнса кайнă-çке. Мĕн пулнă сана.

сăтăр

(сы̆ды̆р, сŏдŏр), вред. Ст. Чек. Сăтăр — çăмарта вăрлани; кушак сĕт-турăх çисен: ах мур, сăтăр тусах çӳрет, теççĕ. Якейк. Йăтă çăмарта йăтма, хор-чĕпписам тытма пуçласан: сатăр тума вĕреннĕ, теççĕ. Ib. Кошак сăтăр тума вĕреннĕ (кошак апат-çммĕç, сĕт-çу çима вĕренсен калаççĕ). О земл. Кĕрхи тырра ана çинче шыв тăни çĕртсе пит нумай сăтăр тăвать. О сохр. здор. Тусан ăша кĕрсен, çынна пит нумай сăтăр тăвать. Ib. Пирĕн сывлăха сыхлас тесен, пĕр-пĕрне сăтăр тăвас пулмасть, пулăшса юратса пулăшса пурăнас пулать. Хурамал. Çынна ахалех мĕн сăтăр тумалла (зачем вредить)?. Стюх. Сăтăр турĕ, напроказил, испортил. Пшкрт. Сăтăр ту = сал ту. Истор. Анчах Глинскийсем халăхшăн тăрăшма мар, хăйсем халăха сăтăр туса пурăннă. N. Темĕн тĕрлĕ сăтăр пур, курайман çын сăтăрне çитни çук. || Разорение. Хорачка. Вольăк вилет или что — сăтăр полчă. || Грабеж. Питушк. Ай ман картана çĕмĕрнĕ, сăтăр туса тохнă. Шел. 20. Пӳлерсене час-часах питĕ сăтăр тăватьчĕç. Истор. Половцсем вырăссем хыççăн пырса, пур çĕрте те сăтăр туса (грабили) çӳре пуçланă. || Озорство. СПВВ || Злой, вредный, озорной. Пшкрт. Сăтăр çын, пет сĕмсĕрленет, пет толашат, ялтан ытлашши тума хытланат. Хорачка. Сăтăр çын, сăтăрлат çынна, пустой петая кӳртет. Ст. Чек. Тухрăмăр та сăтăр килет.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

слушит

служба. Юрк. Служит темĕн тĕрлĕ аван туйăнат, çавна пула хулара слушит тăва пуçлат. См. хĕсмет.

çав тĕрлĕ

такой. Ст. Чек. Çав тĕрлĕ çын. Такой человек. || До такой степенн. N. Çав тĕрлĕ ĕçлесе те вăл ăна юраймарĕ. Баран. 54. Çав тĕрлĕ тарса, çав тĕрлĕ хăрушă çулсем тăрăх çӳресе, лашисем епле чăтнă иккен?

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çемçе

(с'эмз’э), мягкий. N. Çемçе çĕр, мягкая земля; çемçе шыв, мягкая вода. Собр. † Çинче çырма, çемçе шыв, пурçăн хуттăрне йăтаймаçт. N. Ку кĕнеке çемçе, çи хурас пуль. Рук. календ. Прокоп. Çемçерен çемçе пĕçерсе тăрсан, çемçе çăкăра нумай çиетĕн (съешь), теççĕ. || Нежный. Ёрдово. Юр кайса пĕтсен, çĕр çине çемçе, симĕс курăк шăтса тухса, хура çĕре витсе лартать. НТЧ. Çемçе чĕлхе-çăварпа сана кĕлтăватпăр. Орау. Çемçетерех калани. || Слабый, хилый, вялый. СРВВ. Т. Çынсем час-часах калаçасса пĕр тĕрлĕ калаçаççĕ, тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ, пуринчен ытла çемçерех калаçакан çынсем çапла тăваççĕ. ЧП. Кăçал илнĕ çĕнĕ çын ĕçе çемçе пулайчĕ (не выдерживает работы). N. Ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен наян, çемçе ан пул. Бугульм. † Ырă та кинçĕм (хĕр ячĕ), ĕçе çемçе пулминччĕ. Лашм. Ĕçе çемçе пулмин лайăхчĕ (сноха). Янтик. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлăк пулайрĕ; йыснаçăмах çавă пур, ĕçе çемçе пулайрĕ. Ст. Чек. Çемçе ураллă, слабый, невыносливый (человек или лошадь). N. Çемçе куçли (слабый глазами) хисепĕ те çук, хăш-хăш килре çемйипе куçсăр. Календ. 1903. Сывă, таса куçлă çын чăваш хушшинче ĕлĕк сахал пулнă, хăшин пĕрте курмасть, хăшин кăшт анчах курать, çемçе куçли хисепĕ те çук. || Мягкость. Абыз. Куккăр туя кут çемçи (кăнчалаççи).

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çыпçăнмалăх

вздор. Утăм 1928, 18. Урамра ларакан арăмĕсем тытăнаççĕ тĕрлĕ çыпçăнмалăха авăртма (болтать).

çыркала

(-га-), учащ. ф. от çырăнтар. ТХКА. 59. Асра-тĕсре çыркаланă та эпĕ, анатри чăвашсен сăмах майĕпе çыркаланă та. Орау. Хута пĕтĕмпе çыркаласа пĕтернĕ. Он исчеркал всю бумагу. N. Эпĕ сан патна тĕрлĕ вăхăтра пĕр-ик тапхăр та çырусем çыркаласа ярсаттăм. N. Çăвăпех çыркаласа асапланчĕ (училась писать).

çыхлан

связываться, спутаться, запутаться; привязаться. К.-Кушки. Лашасем çыхланса тăнă (спутались). Виçĕ пус. Çĕре çĕнелме çăра ӳсекен, çыхланса тăракан тымарлă курăксем кирлĕ. Букв. 1904. Хам темĕн тĕрлĕ хĕпĕртенипе хăвăртрах тата (рвать) пуçларăм; анчах çырла нумайран алăсем çыхлана тăраççĕ, нихăшне татма пĕлмеççĕ. Кратк. расск. 24. Чĕлхисем çыхланнă-юлнă, нимĕн чĕнме те пĕлмен. Бюрг. † Тухăттăм-юрлăттăм сирĕн умма, чĕлхем çыхланасран хăратăп. N. Ачасем виçĕшĕ пĕр çĕре çыхланса çӳрекен пулчĕç. Юрк. Аллăм-урамсем пĕтĕмпе çыхланса çӳрерĕç, нимĕн тăвас килмес… N. † Сирĕн пурçăн хутри çыхланчĕ, пире çăкăр-тăвар çакланчĕ. N. † Кăвак лаша кăтра çилхе, çыхланаççĕ çилпеле. N. Йĕркесĕр çынсем хăйсем çăмăллăхĕпе çыхланĕç. Ст. Чек. Лаша çухалсан, сĕтел урисене çыхсан, вăрри çыхланать, тет. Изамб. Т. Шакăра пулăсем çыхланса тараймаççĕ. || Сlunibus coire. Вĕлле хурч. 5. Çак малтанхи кун сăрăпа тôл пулса çыхланаймасан (аçи пусаймасан)... N. Скопец тесе хĕрарăм çумне çыхланмалла мар тунă арçынсене калаççĕ.

çыхлантар

(-дар), спутать, запутать. N. Пур тĕрлĕ ăса та тĕлĕнтерсе çыхлантаракан ĕçе курар.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çинчен

вм. çийĕнчен — из. Çĕнтерчĕ З2. Кĕленче çинчен эмеле стаккан çине тăмлатать. Ала 16°. Атьăр часрах тухса тарар шыв çинчен, тенĕ (рыбаки). N. Эпĕ хам хаçат çинчен вуласа пĕлменччĕ, çынтан кăна илтнĕччĕ. Байгул. Эпĕ вăл кĕнеке çинчен пĕр сăмах хăвармасăр вуласа тухрăм. Альш. Ман ку сурăхсем çинчен хăшне пусмалла? ЧС. Вăл малтан кушилти çăмартасене сăват, ун çинчен кушил çĕклекене 25 çăмарта парат. || От. N. Вĕсемпе пĕрле киреметсене парне кӳме, е кĕлтума çӳремен; ку пурăнăç çинчен уйăрăлса çӳренĕ. || С, со. N. Сала-кайăксем анчах пĕр йăвăç çинчен тепĕр йăвăç çине вĕçсе çӳреççĕ. Моркар. Пăртак шăршласа пăхам ырнă çинчен (с устатку). || Через. ТХКА 91. Ваçли кӳме çине тăчĕ те, уй-хапхи çине урлă хунă кашта çинчен ялт сиксе каçса, çав кӳме çинех ларчĕ. Сам. 73. Чипер этем çинченех унăн чунĕ путланчĕ. N. Çурăм хыçне икĕ хул-пуççи çинчен туттăр çĕлесе çакаççĕ. Баран. 109. Çĕр ĕçлекен ĕнси çинчен темиçе тĕрлĕ вĕçен-кайăк тăранса пурăнать. N. Пор çӳллĕ çĕртрен сиктереççĕ, сапорсам çинчен, карлăк çинчен. || О, об. Сборн. по мед. Уйăрăм пичетлесе хăйсем çинчен тата уйăрăм кĕнекелле тунă. Регули 113. Ĕçлес çинчен онта поплерăм. Ib. 1095. Вăл ялан чăвашсам çинчен поплет. N. Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. Ст. Ганьк. Мĕшĕн шавлат çав халăх: чăн çинчен те шавларĕç, суя çинчен те шавларĕç. Кн. для чт. 56. Эпĕ сан çинчен пит усал тĕлĕк куртăм. || По (чему). N. Тинĕс çинчен утса пыр. Çутт. 54. Тин çунă юр çинчен киле кайрĕç. || По, за (сколько). N. Вăтăр тенкĕ çинчен. N. Тенкĕ çурă çинчен, по 1½ руб. N. Ку сĕлĕ пирĕн аллă тăххăр çинчен кăна кайрĕ. Мы продали этот овес всего по 50 коп. N. Çăнăхне хăй 1 Т. 80 пус. çинчен илнĕ пулнă, парасса 2 Т. çинчен пачĕ. N. Сысна аш 2 пус çинчен сотат. N. 600 тенкĕ çинчен. Кан. Улăмне торки туса 4 тенкĕ те 10 пус çинчен сутрĕç. Альш. Çитмĕл пилĕк пус çинчен килĕшрĕмĕр (сторговались за 75 коп.). Арзад. 1908, № 42. Кăтюк инке пасарта çăмартине 2 пус çинчен 10 çăмарта сутнă. || Над. N. Куç çинчен пульăсем вĕçеççĕ. Сюгал-Яуши. Сасартăк пирĕн ял çинчен хура тĕтĕм тухрĕ. || По случаю. Тогаево. Пĕр çĕре пыçтарăнса ĕç пĕтернĕ çинчен ĕçрĕç. Микушк. Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ. || При наличии. Чув. пр. о пог. 320. Аслати юр çинчен авăтсан, тырă пулмаст. Если гром гремит на снегу, урожая не будет. || Сверх, того, кроме того; сверх, в придачу. Чăв. й. пур. 25. Яккуне, çинчен укçа парсах, ратнике панă. Илебар. † Кĕштеклĕх те памасан, çинчен хамăр парăпăр. Регули 1529. Вăл пире ĕçтерчĕ, çитарчĕ, çинчен (çинчен тата) прер сом окçа пачĕ. Изванк. Тата çинчен ăштрав тутараççĕ, тата ăристанскине хупса лартаççĕ, N. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ, çинчен (çийĕнчен) окçа пачĕ (сверх того). N. Пĕтĕм чун çĕкленсе каять. Ĕçлес мар çинчен ĕçлес килет. N. Пĕрре çапла тӳленĕ çинчен тата качака путекки парса янă. N. Тӳлев çинчен, сверх платы. || Поверх. Изамб. Т. Халат çинчен симĕс пиçикки çыхаççĕ. Утăм 20. Кĕпи çинчен жилеткă. ТХКА 50. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Альш. Çак хыçрисене пĕтĕмпе сукна çинчен кăларса яраççĕ (части украшения, висяшие на спине, выпускают поверх кафтана). || N. Эпир вăрçас çук çинчен мĕншĕн эсĕ çавăн чухлĕ халăха кăлăхах тертлентеретĕн? N. Ăна шанса пурăннă çинчен эпĕ аптăрамăп.

Çил амăш

Çил амăшĕ, Çил амĕш, назв. божества 2-го разряда. Альш. Çил амăшне путек. ЧС. Чӳк çырлах, ан пăрах, санă, пуççапатпăр, витĕнетпĕр, сана çăмăр паракан çил амăшне хурпала чӳклетпĕр: чӳк çырлах, ан пăрах, эсĕ пире хĕн ан пар, çилпеле пĕрле тĕрлĕ усал чир таврашне илсе килсе вĕлерсе ан пĕтер, сана эпир хурпа чӳклетпĕр, акă сана хур çунатне паратпăр. Ку хур çуначĕпеле ху чир-чăрна аяккала илсе кай. (Çăмăр чӳк). Т. VI. Çил амăшĕ, çил çуначĕ. Хорачка. Çил амăшня торă хопса лартат, теччĕ; вăл ĕçерĕнсе кайсан, çил пит войлă полат.

çил-тăвăл

(с’ил’-т̚ы̆вы̆л), буря. Баран. 120. Вăл (дерево) çил-тăвăлне, усал çанталăкне тӳсет, этемме темиçе тĕрлĕ ырлăх кӳрет. КС. Çил-тăвăл тухнă. Поднялась буря. БАБ. Е самăй пулас чух кăна (когда хлебу надо только бы созреть) çил-тăвăл пырса, тăкса пăрахатьчĕ, тет. Аттик. Усал çил-тăвăлсенчен, тискер пăрлă çăмăрсенчен витсе, сыхласа тăр. (Моленье „турă-амăшне“). N. Кăçалхи çил — çил-тăвăл, вăл кăрккана çĕре тĕртсе ӳкернĕ. (Такмак). N. Старик уçса ячĕ, тет те, çавă ампартан тухса карĕ, тет, çил-тăвăл. Тухса кайсан, каларĕ, тет, вара: алтăра хăтая астăвăр, тенĕ. N. Çил-тăвăлта йăвăç тăрри хумханнă пек, ун шухăшĕсем хумханаççĕ. ГТТ. Çил-тăвăл пек çӳрет.

çилĕ

(с’ил’э̆), гнев, злоба. См. çил. Толст. Манăн лашана темĕн тĕрлĕ çилĕ килчĕ. N. Хăйсем салтака кайнă çилĕпе (с досады на солдатчину) лашисене пĕр хĕрхенмесĕр хĕнеççĕ. N. Çавăнпа, тăванăмсем, мăн кăмăлăра хăварăр, хăвăр çилле виçеллĕ тытăр, вăрçă-тавлашу ан кăларăр. Череп. Çилле хăваласа çӳремест. Не злопамятен. КАЯ. Çапла, аттерен чее сăмахсемпе çиллисене çавăрса ятăм. Ib. Ну, ĕнтĕ, халь çийĕнче çилли çавăрнчĕ, мана тин ватас çук (больше не будут бить меня теперь уж). N. Тем пек çилли килнĕ. Он очень рассердился. N. Ниçта çиллине шăнăçтара пĕлмен. Он был вне себя от гнева. Янтик. Урамра çавăнпа вăрçнă та, çиллине шăнараймасăр (будучи вне себя от гнева) хапха юпине персе аллине ватнă. Баран. 42. Кашкăрăн çилли килсе çитет, çивчĕ шăлне шатăртаттарма тытăнать. N. Ун çине те, пирĕн çине те кăлăхах кураймасăр çилĕ тытакан (питающим злобу) тăшмансене парăнми пулса пурăнма пар ăна. Алекс. Невск. Халăх хăйне кураймасть пулсан та, ăна çилле хумасăр Переяславлте çар пухса вĕсене пулăшма кайнă. N. Унăн çилли çавăрăнса (гнев прошел) кăмăлĕ йăвашланнă. Истор. Панăн çилли тулса çитнĕ. Пан воспылал гневом. Чем люди живы. Матрӳненĕн шалт çилли тулса çитет. Кама 47. Çилле тавăрас (отомстить). Ib. 15. Тумлан та тух эсĕ урама, çилле кӳрсе ан тăр кунта (не серди).

çилĕ-хаяр

гнев. Сир. 43. Икĕ япала çылăх хунатать, виççĕмĕшĕ çилĕ-хаяр кӳрет: çунан вут пек çунса тăракан вĕри ăш-чик пĕтсе лариччен сӳне пĕлмест вăл. N. Тĕрле чир, çилĕ-хаяр, тĕрлĕ йывăрлăх, тĕрлĕ хурлăх хамăртан килет. N. Ăна та, пире те тĕрлĕ хуйхăран, тĕрлĕ çилĕ-хаяртан, тĕрлĕ йывăрлăхран хăтарса тăтăр... См. çил-хаяр.

çимĕк каç

канун семика. Чăвшсем 21. Вăл тухатмăшсем çимĕк вăхăтĕнче пит алхасаççĕ, тет, çимĕк каç вĕсем пурте масар çине пухăнаççĕ, тет. Чуратч. Ц. Тухатмăшсен çимĕк каç пĕр-пĕр çĕре кайса çӳрес пулать, тет. Унсăрăн усалсем, каçхине пырса ăна вĕлереççĕ, тет. Ильмово. Тата çав симĕк каç кашни килтен сăра, эрек, тата тĕрлĕ çимĕçсем илсе масар çине вилнисене хывма каяççĕ. Вăсем çимĕçĕсене илеççĕ те, харпăр хăй тăванни тăпри çине тураççĕ. Туранă чухне ак çапла сăмахсем калаççĕ: акă сире тĕрлĕрен çимĕç хыватпăр, тата сăрапа хыватпăр, çак çимĕçпеле ĕçсе-çисе хавăнса (савăнса?) ташласа кайăр, эпир сире асăнар, эсир пире ан асăнăр. Пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ, эсир ан асăнăр, ваттисем çамрăккисене валеçсе парăр. Пĕр турамран пин турам пултăр, теççĕ. Унтан вара эрексем, сăрасем ĕçеççĕ, тăпри çинче купăс каласа ташлаççĕ. Ĕçсе усĕрĕлсен, киле тавăрнаççĕ.

çинçе

(с’ин’з’э), назв. старинного чувашского праздника. См. Магн. М. З5. Рекеев. çинçе. (Вăл) вунçиччĕ çапсан пуçланать (когда долгота дня 17 часов), вуник куна пырать; в это время всякие земляные работы, не только пашня, но и распахивание огородов, рытье ям, воспрещалнсь (çĕре тапратмалла мар пулнă); хĕрлĕ, кăвак улача тăхăнмалла мар, шурă тăхăнмалла, хĕвел анас патне çитиччен вут чĕртмелле мар. Юрк. Пирĕн ял çула, çимĕк иртсен, пĕр эрне хушши „çинçе“ тăват. Çав çинçере çынсене нимĕн те ĕçлеттермеççĕ, ахаль анчах тăма хушаççĕ. Ялта кам-та-пулинскер пĕр-пĕр ĕç ĕçлесен, тырра пăр çапат, е урăх тĕрлĕ пĕр-пĕр сиен пулат, теççĕ. Авă çавăнпа çав çинçене тĕттĕм халăхсем питĕ хытă сых тытса тăраççĕ. Çав çинçере хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнтармаççĕ. Пурте шур кĕпе тăхăнса, хăйсем пеккисемпе пĕр çĕре пуçтарăнса, кам-та-пулш пĕр-пĕр ĕçлемес-ши, е тата хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнса. Çӳремес-ши тесе, ял тăрăх пăхса çӳреме каяççĕ. Иначе снимают с него, а одетых в красное и синее обливают водою. N. Çинçе бывает после троицы. Çинçене кĕнĕ, çинçе каласа çӳренĕ (обьявляли, чего нельзя делать во время çинçе). ДФФ. Çуракине пĕтерсен, ик-виç эрнерен çинçе праçникне тăваççĕ. Вăл праçнике пĕтĕленнĕ çĕре хисеплесе тăватьчĕç. Çинçере çĕре сухалама, тăпра чавма, çĕре шалча е юпа лартма юрамасть, тетчĕç, кăвак кĕпе, хĕрлĕ кĕпе тăхăнмастьчĕç. хуралтăсем тăрне улăхма чаратьчĕç, хĕрарăмсем хура кĕпе-йĕме çума каймастьчĕç. Ib. Вăл праçнике (т. е. çинçене) пĕтĕленнĕ çĕре (беременную землю) хисеплесе тăватьчĕç. Шурăм-п. Çинçе чухне вылясан, кулсан, шăхăрсан, купăс-мĕн каласан, тырă пулмасть, теççĕ. Ск. и пред. чув. 70. Икĕ пĕр пек пĕрлешсен, шеп те пулĕ туй! теççĕ: çинçе хăçан çитĕ-ши? епле вăхăт ирттерес. Сред. Юм. Çулла, пĕр-ик эрнене çинçе чараççĕ. Он чохне çĕр чавма, тăла пôсма, кĕпе çума, тирĕс тăкма, тăта ытти ĕçе те тума йорамас. Ib. Майпа июнь уйăхĕнче çинçе чараççĕ. Ун чôхне çĕр чавтармаççĕ, тăла пôстармаççĕ, тирĕс тăктармаççĕ. N. Унтан тата, çимĕк иртсен, икĕ эрне çинçе праçникĕ тунă (делали); ун чух вăл праçникре нимĕн те ĕçлемен, çывлăх (= çылăх), тесе. Н. Седяк. Çураки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чавма хушмаççĕ, çак çĕр чавма юраман вăхăта „çинçе“ теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ. Собр. Çинçеччен çум çумласассăн, пăр çапат, тет. Çум çумлакан çыннине аçа çапат, тет. Тюрл. Ыраш пуç кăларнă вăхăтра стариксем пĕр çĕре пухăнса ана çине кайса пăхаççĕ. Кайса килсен, старастана: ĕнтĕ ыраш пуç кăларать, çинçе тăвас, теççĕ. Çав çинçене вăсем хисеплесе икĕ эрне ним тумасăрах ирттерсе яраççĕ. Çум çумлама та, тирĕс тăкма та, çĕр чакалама та хушмаççĕ. Çав ĕçсене тунине курсан: эсĕ халăх хушнă пек тумастăн, акă вăйлă çăмăр, е пăр çуса кайсан, сана халăхсем парĕç, теççĕ те, ĕçлеттермеççĕ. Кăвак кĕпесене те çума хушмаççĕ, кăвак кĕпесене çунине курсан, пичĕсенчен кĕпесемпе çапкаласа пĕтерсе, кĕписене çырмана пăрахаççĕ; сарă хӳрисене хĕретме те хушмаççĕ, хĕретнине курсан, сарă хӳрисене илеççĕ те, çырмана юпа çине çакса хурса, памаççĕ. Çула вăйлă çăмăр е пăр çуса кайсан: ку хĕрарăмсем çинçене хисеплемен пирки пулчĕ, тесе, вăрçаççĕ. Çапла вара вăсем йăвăр ĕçсене ĕçлемесĕр ик эрнене ахалех ирттерсе яраççĕ, Т. IV. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. (К этому КС приписал: пуçаххисем выçă пулаççĕ). Симб. Çимĕкчен виçĕ кун малтан çинçе праçникĕ пулать. СПВВ. ИА. Чăвашсем тырă шăркаланнă вăхăтра çинçе ятлă праçник тăваççĕ. См. çинче.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çителĕхлĕ

довольный. N. Сахалпа та нумайпа пекех çителĕхлĕ пул. ПМП. Тĕрлĕ çимĕç çителĕхлĕ пултăр. N. Ĕлĕк çителĕхлĕ пурнăçпа пурăнманна халь çителĕхлĕ пурнăçпа пурăнса савăнас.

çитĕ

(из çи+витĕ), покрывало; простыня, пеленки. Ал. цв. 16. Тӳшекки çине пурçăнтан тĕрлесе тунă çитĕ сарнă. Пазух. Çулĕ тусем çинче сăрлă çуна, унăн çиттисемех шур кĕççе. Чураль-к. † Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и? Манăн çири чаршавăм Атăл çитти (покрывало для Волга) пултăр-и? Альш. † Мана анне çуратнă, шур çиттипе чĕркенĕ. (Хĕр йĕрри). Н. Карм. † Сарă çу чĕрессисем ăçтан паллă? — Çине витнĕ çитти çӳçелĕ. Собр. Çитти-питти пархун-питти. (Сарай). N. Хăпарса выртрăм çитти витĕнсе. N. Ман хыççăн çиттисем çакланнă. Орау. Тӳшек çитти (простыня); ача çитти, пеленки (парадные, в которых, напр., носят в гости и пр.). || Скатерть. Альш. Темĕскерле çитĕ исе килтĕм. N. Сĕтелсем çине калама çук (лайăх) çитĕсем сарса тĕрлĕ йышши çимĕçсем лартса тултарнă.

çитмĕл

(с’итм э̆л’), семьдесят. Ст. Шаймурз. † Савнипеле савни савăшнă чух, çитмĕл рай алăкĕ уçăлчĕ. Якейк. † Çичĕ пуслăх хĕрĕшĕн çитмĕл хуçăк полтăмăр (изломались, искривлялись, т. е. ташласа и пр.). КАЯ. Çитмĕл те çич тĕслĕ таса курăк. (Из моленья). БАБ. Унтан хама шăтăкран пăхма хушрăç. Эпĕ пăхрăм та, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ япала куртăм. (У чуваш: çитмĕл те çичĕ тĕслĕ этем, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ выльăх çĕр çинче). N. Çул çине кайсан та, ир тăрсан та, каç выртсан та çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ куç, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ этем, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ кайăк, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ сенкер-сехмет, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ хаяр-усала сир. (Моленье). ТХКА 74. Масар çинчи çĕнĕ вилĕсене шутлатăп та, çĕнĕ вилĕ пурĕ икçĕр çитмĕл те ытла кăçал пытарни. N. Çитмĕл пилĕкшерлĕх кивĕ укçа (монета по 75 денежных единиц). || Двадцать копеек серебром. Панклеи. Атти, тăрса йорлам-и? Хĕреслĕ тенкĕ парат(ă)н-и? Çине çитмĕл парат(ă)н-и? Ib. Илсе тавăрнтăм та, тирне сӳсе виç тенкĕ те виç çитмĕле (за З руб. БО коп.) соттăр-и, тет. Собр. Тăват кĕтесре тăват сĕтел, тăват сĕтелре тăват çитмĕл, тăватă çитмĕл пулмарĕ, атте ачи пулчĕ.

çу

(с’у), лето. См. çăв. Н. Сунар. Çапла вара виçĕ çу (кĕтӳ) пăхнă (пас стадо), виçĕ хĕл тарçăра пурăннă. Баран. 161. Кунта хĕлле пулманпа пĕрех. Çу пит вăрăм килет. Юрк. Хĕлле чипер усраса, çăва кăларнăшăн. N. Çу варринче çумăр хыççăн хăвăрт тулса ыткăнать. ЧС. Иртнĕ çура (в прошлое лето), ыраш вырма тухсан... НТЧ. Çăва тухсан (когда наступит лето), пĕр вĕçĕ картара пултăр, пĕр вĕçĕ хирте пултăр. Хĕле кĕрсен, карта тулли тăччăр (скотина. Из молснья „ĕне ырри“) N. Çын калать, тет: халĕ тупас çук уна тепĕр çусăр (до другого лета, раньше другого лета), тесе каларĕ, тет. Якейк. Хăш-хăш çура çак çырма типсе лармасть. О сохр. здор. Кирек кам та вăл ĕçе пĕр-ик-виç çура вĕренсе çитет (может выучиться за два-три лета). Н. Лебеж. † Çăва тухса килнĕ чух (при наступлении лета) эсĕ ачăна уйăран. (Хĕр йĕрри). Шăна чир. сар. 8. Çу иртнĕ çĕрелле (к концу лета), кĕркунне, тепĕр тĕрлĕ шăна тухать. Орау. Çу нумай юлмасть. 1) Лета осталось немного. 2) Мясоеда остается немного. З) Масла остается немного. Кан. Кун йышши ĕçсем çак çура (в это лето) пайтах пулкаланă. N. Çу иртрĕ. Лето прошло. N. Час ĕнтĕ çу иртет, кĕр енне кайрăмăр (дело идет к осени). Кан. Вăл çу вăхăтĕнче çеç кĕме йӳрăхлă, çуркуннепе кĕркунне сивĕ, кĕме юрăхсăр. Сред. Юм. Прахутсĕм, пĕр кĕрконне полсан, çӳреме чăрнаççĕ те, çуран-çăва (с лета до лета) çитеччинех пĕр вырăнта лараççĕ. Ib. Çуран-çу (с каждым летом) çăмăр полми полчĕ, порнан ĕмĕрте те воçех çуми полать ко çăмăр. || Весна. N. Çак çутă çу кунĕ май уйăхĕнче кунта та унта пекех тырăсем аван ешернĕ, мĕн пур вĕçен-кайăкĕ, куккусем те юрлаççĕ.

çуй

çой (с’уj, с’оj), шум, гам; плач. Ск. и пред. чув. Çимĕк çуйĕ урамран çĕклентерет чĕрине. Ib. 26. Хĕвел тухса хăпарсан, туй халăхĕ çуй турĕ. Икково. Ашшĕ-амăшсем ойра ĕçлеççĕ, ачисем килте çой тăваççĕ. Сĕт-к. Çуй çавăрса порнаççĕ (час-час ятлаçаç, вăрçаç). Ерк. 131. Ушкăн-ушкăн яш-кĕрĕм, туйра пĕлет çуй тума; сăмаххисем тем тĕрлĕ куракана асăнма. В. Олг. † Ах той ачи, çой ачи! (бешеный). Ib. Пере той, хоçине çой („противно“). || Тumultus maximus, ужасный переполох. Н. Корм. БАБ. Преданне об изчезновении киреметей. Чувашин пахал землю, к нему подъехало пятеро татарских господ (пилĕк тутар улпучĕ), и поздоровались. На вопрос, куда они едут, татары отвечали, что они сирĕн хирти пилĕк киреметĕрĕн пуçлăхĕсем“ и убегают от притеснений и разорений (çуртăмăрсене, хăвасене касса, çунтарса ячĕçĕ, урлах сухаласа çӳреççĕ). Причина их несчастья следующая, у них был главный начальник (пуçлăх), который, водворившись у чуваш, распределил их по местам, а сам лег спать, сказав: я ложусь спать; „эсир мана, çуй киле пуçласан, тăратăр“. Те не поняли, что такое „çуй“. Прошло несколько лет. Однажды они пошли к своему начальнику и решили разбудить его и спросить, что такое çуй. Они сделали так и сказали: çуй килет, час тăр, папай! Старик вдруг проснулся, посмотрел на запад и сказал: погубили вы меня и себя; если бы вы не будили, то я спал бы до самого çуйа и давал бы вам силу (çуй килечченех çывăраттăм; çуй тесе вăл тĕнче пĕтнине пĕлтернĕ, тет, иккен), а теперь вас отовсюду будут гнать и разрушать ваши жилища. Тут он умер. После этого положение киреметей стало невыносимым. Сила их пропала, жилища разрушили. Им пришлось убежать. Рассказав это, они сели в повозку и укатили. См. çуйлаш. Хурамал. Çынсем нумайăн çапăçнă чухне çуй пек шавлаççĕ, теççĕ. Ĕлĕк çуй тухсан, ялсене пыра-пыра çунтарса янă, выльăхĕсене пусса çисе пĕтернĕ, этеммисене вĕлернĕ, çыннисем хăшĕ-хăшĕ вăрмансене, çырмасене тара-тара пытанса выртнă, теççĕ.

çул килĕшнĕ

случился подходящий год. Сред. Юм. Ытти тырă полман çол пĕр тĕрлĕ тыр полсан: тырра кăçал çол килĕшнĕ, теççĕ.

çул тăваткалĕ

тăваткăлĕ, перекресток, quadrivium. Актай. Киле çитсен халăх пуçтарчĕç, тет. Пуçтарсан, Иван Иванăч çул тăваткалне тăчĕ, тет те, мĕн курни-илтнине пурне те йĕркипе халăхсене каласа кăтарттăр, тет. Качал. Вара кучĕрне (кучера) çул тăваткалне лартма хушрĕ (царь), вара кайса лартрĕç, тет. (Особая казнь?). Торп-к. Çавă çичĕ ялта манăн памалисем нумай, тесе каларĕ, тет. Эсĕ вăлсане парса пĕтер те, ытлашши йолсан, хăть вăтăр пилĕк пус, хăть пĕр пăт тырă йолсан, вăлсане çол тăваткалне кăларса пăрах, тесе, каларĕ, тет (умерший). Бгтр. Хăш çĕрте халь те, чир яла килсессĕн, тырă пуçтарса сăра тăваççĕ; ĕçсен-ĕçсен, кленчесем çине эрехсем, сăрасем тултарса, мал енелле каяççĕ те, кĕлкĕлесе çул тăваткалне кĕленчисеие лартса хăвараççĕ; çапла чире усатса яраççĕ. Аттик. Çул тăваткăлĕнче темиçе çул пĕрлешет те, вара тĕрлĕ çĕрелле саланса каять.

çулан

маслиться. Юрк. Ни çăвĕ ирĕлмест, ни икерчи çуланмаст. Султангул. † Тутам-çăварăма шăла-шăла шурă алшăлли çуланчĕ. || В перен. смысле. Якейк. Чĕлхи-çăварĕ те çуланса карĕ (= пакарти хĕрнĕ, пит калаçакан полнă; о пьяном). Ск. и пред. чув. 73. Икĕ пысăк кăмака, тĕрлĕ апат пăсланать; ялти тантăш-тăвансен тута-çăвар çуланать. Ib. 48. Куçĕсем хĕрлĕ, çуланса кайнă (стали масляными). || Облизываться. Альш. Кашкăр пулла çисе ярат, тет: çулантăм-пăхрăм — çулă пулчĕ, тутантăм-пăхрăм — тутлă пулчĕ; тата парччĕ, тилĕ тус, тесе, калат, тет (волк). Рак. Урам тăрăх шăши çуланса çӳрет. (Эрех ĕçнĕ çын). N. Мур кушакки, епле çуланса ларат.

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çунтар

(с’упдар), понуд. ф. от гл. çун, жечь, обжигать. N. Тата тепĕр чăваш икĕ куçсăр пулчĕ: куçне тупă пулькки, патне ӳксе, çурăлса кайса, çунтарса пăрахрĕ. Шурăм-п. Куç ыратсан, ăна çунтарнă эрех шывĕпе сĕрĕр (йĕпетĕр). Слакбаш. Исвис (исвĕс) çунтараççĕ. Жгут известь. || Жечь (о солнце). N. Питĕ шăрăх, çонтарсах ярать; кĕпе-тонтир çавăнпа питĕ пĕтет. || О повышенной температуре тела. Якейк. Мана çăрккаç çонтарса прахрĕ. В прошлую ночь у меня был жар. || О жаре в лице. Собр. Пит-çăмарти çунтарсан, çын калаçат, тет. || О действии некоторых жидкостей и др. веществ. Юрк. Ĕнер хыта ĕçнĕ çыннăн çăварне эрехĕ, хăватлăскер, вут пек çунтарса анса каят. Сĕнтерчĕ 34. Ай-яй! Пĕтертĕр! Çунтарать! ||О крапиве. Ой-к. † Сикрĕм-пăхрăм вĕтрене те, кут çунтарса янă мĕн. || Мучить жаждою. N. Тĕрмере усранă чухне ăна çиме памасăр выçăпа асаплантарнă, ĕçме памасăр ăшне çунтарнă. || Протопить (печь). Толст. Вут хутса çунтарсан, анне те тумланчĕ. Сунт. Манăн халь кăмака хутса çунтарас пулать. Баран. 139. Хĕвел ăшши çунтарсах илет: чулсем, хăйăрлă çĕрсем, тата ытти тĕрлĕ япала та хĕвел ăшшипе пĕçерекен пулать. || Ходить бойко и бодро. Янтик. Ачасем çунтарса çӳреççĕ урам тăрăх (шатаются бойко и бодро). Альш. Каят касак пек çунтарса. Ск. и пред. чув. 98. Шыракансем таврăнчĕç, лашисене çунтарса (замучив). || Делать энергнчно. Орау. Атя, çăпатана çунтарар (давай плести)! Ск. и пред. чув. 5. Чĕкеç кинĕ ахаль те ĕçне тăвать çунтарса, карчăк çапах Чĕкеçне вăрçать ĕçне туманшăн. Ib. 81. Татах тепĕр тапхăрне туйне турĕç çунтарса. || Бить (а особенно кнутом, прутом, когда удар производит как бы ощущение ожога). КС. Çунтар, бить (кого), напр., кнутом, прутом. Чирикеево. Çунтарса килем-ха эпĕ ăна! Вăл картла выляма вĕренесшĕн-им-ха! Сред. Юм. Çôнтартăм, сжег, прибил. N. Пушă илчĕ те: ак сана улма! ак сана улма! тесе, çунтара пуçларĕ. Сĕт-к. Виçĕ йоплĕ чĕн пуши (его) кастарать те çонтарать. Рак. Икĕ хĕрринчен çунтартăм, вăта çĕртен сыстартăм. (Çăнăх аллани). || Беспокоить, заставлять беспокоиться, огорчать. Ал. цв. 4. Шыракан япалине хăй пĕлмесен, ăна епле шыраса тупмалла, çавă мана пит çунтарать. Кив-Ял. † Савни урăхне кайсассăн, çав çунтарать чĕрене. (Вăй юрри). N. Укçа çукки çунтарат. N. † И, çӳлĕ тусем, ай, пуçĕнче, лашасем вылятаççĕ тутарсем, пире çунтаракансем, ай, матурсем. N. Çыннăн ăшне çунтарассăм килмерĕ. Не захотелось огорчить людей (напр., страшными рассказами о войне). N. Авалхи тусçăм халте çӳрет, лăпланнă чĕрене çунтарса. || Сред. Юм. Çунтарать, 1) очень жарко, 2) очень хочется.

çурт-йĕр

дом, жилые постройки вообще. N. Çуртра-йĕрте йĕрке пултăр тесен, пĕр хуçа кирлĕ. Кан. Çурт-йĕр тăвакан коппераци — 22 çемье валли. Сред. Юм. Çорт-йĕр пит аван çавăрчĕ. Хороший дом выстроил. Рук. календ. Прокоп. Çурт-йĕр тĕлĕшĕ. НАК. Чăвашсем çурт-йĕр тунă чухне те тĕрлĕ йăласем тăваççĕ. Дик. леб. З8. Унтан пире хамăрăн атте çурчĕ, хамăр çуралнă, пурăнса ӳснĕ çурт-йĕрĕмĕр курăнать. Кн. для чт. 29. Вăл та çурт-йĕрте кирлĕ пулать.

çухăраш

çохраш, визжать, кричать. N. Тĕрлĕ сасăпа çухăрашса. Тюрл. Çохраш, кричать. НТЧ. Çав ката таврашĕнче чăвашсем суха сухаланă чух та лашапа пит çухрашма юрамас, теççĕ, часах тытать, теççĕ.

çӳлĕ

(с’ӳл’э̆), высокий; высоко. А. Турх. Бел. Гора. † Çӳлĕ тăва хăпарма çӳлĕ пуçлă ут кирлĕ. Альш. Кунта пирти пек хурăн лартман (на большой дороге), канавĕсем те çӳлĕ мар. N. Ку вăрман ун чухне çӳлĕччĕ те, кунта тĕрлĕ курăксем, чечексем ӳсетчĕç. Якейк. Ку йăвăç пак çӳлĕ йăвăç нихçан та корман. N. Эпĕ санран виçĕ вершук çӳлĕ (рех). || Высота. ЧП. Черккӳ тулли хăмлупа чӳрече çӳлли сиктерен. Альш. Этем çӳлли (в рост человека, трава), этем курăнмас. Шурăм-п. Темĕн çӳлли тусан (пыль) мăкăрланать (в засуху). НТЧ. Пĕр çын çӳлли (рост) çамрăк туйрана тăрăнчен сӳс кантрапа авса (явса) тĕпĕнчен çыхса хăварнă, тет. N. Тем çулли (страшной высоты) сăртсем. Ал. цв. 16. Сиксе тухакан шывсем çӳлĕрех кайнă.

çӳлĕк

(с’ӳл’э̆к’), полка. Сред. Юм., В. Олг. СПВВ. ВА. Çӳлĕк = пăрăс, полка. СПВВ. КЕ. Çӳлĕк — пĕрене çумне икĕ пăта çапса хăма хуни: унта япаласем хураççĕ. ЩС. Çӳлĕк, полки в крестьянских избах (вокруг стен). О сохр. здор. Вĕсенĕн çӳлĕкĕсем çинче тĕмен тĕрлĕ хăрăм пулать. || Небольшой навес пред дверной стороной амбара в виде выступа. СПВВ. ИФ. Çӳлĕк — кĕлет алăкĕ тĕлне тăрăшшипех пĕр-икĕ-виçĕ прене сарса тăваççĕ. Унтан кĕлет тăрри пуçланса каят. См. Рааs. 143. || Крыша над сенями. Ядр.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çӳретсе кур

сбывать, торгоять, возить. Баран. З0. Тĕрлĕ тавар та çӳретсе курнă (приказчик).

çăвар кар

разевать рот; громко говорить, петь, кричать. N. Çав тĕрлĕ хуйхăрнине шуйттан курсассăн, çăварне карса кулса çеç тăрат (смеется во всю глотку). N. Ача пит макăрсан: е-е! турран килеш, мĕн çăварна каран! тиççĕ. Капк. Ача-пăча ташша илет, сурхуришĕн çăвар карать. || Болтать, разглашать. Сред. Юм. Кам çăвара карса çӳреме хошна сана. Кто велел тебе разгласить. Изамб. Т. Акă çапла нумай хуйхă курăр та, çынтан: ĕçлемес, çавăнпа юрлă пурăнат, тесе, çăварăра карăр.

çăварлăх

(-лы̆х), трещины по углам губ (болезнь). N. Ăна çăварлăх пулнă. || То, что было откушено кем-либо. Городище. Çын çăварлăхне ан çи (не ешь). Юрк. † Çак тантăшсем асма килсен, çăварăлăхăма çăтаймăп. N. Никам та хăй çăварлăхне çынна кăларса парасшăн мар. Ала 96. Пĕр çăварлăх çăкăр та çук манăн. || Удила. Хурамал. Кăвак лашасене çиме пар, çăварлăхĕсене исе пар. N. Лашисене тĕрлĕ енчен çăварлăхпа турткалаççĕ. || Приспособление, которое надевается на морду коровы, чтобы она не сосала других коров. Ст. Чек.

çăкăрлă

с хлебом, имеющий хлеб, хлебный. || Обеспеченный. N. Тĕрлĕ çакăрлă вырăнсене кĕме кирек кама та çăмăл тăвас, теççĕ. Çутт. 17. Выльăх-чĕрлĕх апатлă пулĕ, эпир çăкăрлă пулăпăр, тет.

çăл

(с’ŏл, сы̆л), ключ, родник. N. Çăл тухать, пробивается родник (в реке). ГТТ. Çăл тухнă. Ib. Çăл типнĕ. Актай. Çăл пур тăвайккинче икĕ кăвакал ларат. (Хĕр чĕччи). Сятра: с’ŏлдан шу э̆снэ̆ чона валдан коры̆к чэ̆бэ̆тсэ татса п̚ы̆раҕаччы̆, шу озалы̆ сын ы̆шна кэ̆рэсрэн. ЧС. Вăл çăл пит хаяр, çавăнпа вăл упăшку суха тунă чух çавăнтан шыв ĕçнĕ те, тата шĕлепе (шĕлепкепе?) ана çине юлташсам валли ăсса кайнă, çăл ăна тытнă, халĕ ĕнтĕ ăна çăл чӳклемесен ямаст, чӳклемесен упăшку та вилĕ, тенĕ. Ал. цв. 9. Шыв çăлран тӳрех кĕленче чашăк çине юхса кĕрет. Бес. чув. З. Вăл çырма çула çăл пек кăна юхса выртнă, çуркунне темĕн тĕрлĕ хытă, çырма хĕррисене ише-ише юхса пынă. || Колодец. Изванк. Çăлĕ çине пăхсан, çара çăмарта анчах куратăн, пит йĕрĕнчĕклĕ. Çав çăмартасене, е ĕслĕк ерсен, е кĕсен-çăпан тухсан: çав çăл тытрĕ пулĕ, тесе, кайса яраççĕ. Ib. Чăх ашне пĕçерме çав çăлтан (т. е. Яшутка çăлĕнчен) шыв ăснă чухне: эпир шыв ăснăшăн ан çилен, тесе, пĕр çăмарта ячĕ. (Поминки). Ачач 2З. Анне, кала-ха: эпĕ ăçтан çурăлнă? тесе ыйтсан, амăшĕ çапла тыттарнă ăна.— Сана çăлран туртса кăларнă, тет. Орау. Мĕн пур çăла вĕлерекен амаль ярса тултарнă, тит. Она отравила все колодцы.

çăмарта хăпартни

яичница. Н. Седяк, Сред. Юм. Ст. Чек. Çăмарта хăпартни, жидкая яичница с молоком. Юрк. Çăмарта хăпартни, яичница (глазунья или жидкая, все-равно). Ib. Пур тĕрлĕ шӳрпесем те, хуранта пиçнисем, ашлисем е çăмарта хăпартнисем, тутлă пулаççĕ-çке.

çăмăлкка

легкомысленный. Фин. Вĕсем пуçа тăратсарах çӳрекен çăмăлккарах çынсем. Ст. Чек. Çăмăлкка çын, легкомысленный; легоньки юмок. || Легкомысленно. Ст. Чек. Çăмăл хытланат, пĕр тĕрлĕ пусан та пит çăмăлкка калаçат. N. Ывăлсем пирĕн çăмăлкка калаçатьчĕ.

çăнăх

(с’ŏмŏх, сы̆ны̆к), мука. Пир. Ял. Вĕсем ялсенче тырă илсе çăнăх тăваççĕ (мелют в муку). N. Çавăнтан вара пирĕн прихотри халăха вĕсем укçа парса, çăнăхсем (муки и пр.) парса пит нумай пулăшрĕç. Баран. 60. Ялсенчен выльăхсем хăваласа кайнă, çăнăхсем, ытти тĕрлĕ çимелли япаласем пухса çӳренĕ (они). Чт. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ пĕр чечек çинчен тепĕр чечек çине вĕçсе çӳренĕ чух чечекĕн çăнăхĕ пеккине хăй çăмĕ çумне çыпăçтарса пĕр чечек çинчен тепри çине илсе каять. Микушк. Арман авăртакан çурçĕр çитес чух армана çăнăх катма (молоть) кĕнĕ, тет. Кан. Клемесĕр тарасапа çăнăхсем турттарнăшăн, милиционер тарасине илсе кайнă. || Порошок. Календ. 1906. Ешĕл-сенкер çăнăхĕ.

çăрха

(с’ŏрha, с’ы̆рha), иноходец. См. çăрка. N. † Аслă çулпа килет кăвак çăрха, çилки-хӳрине çыхлантарса. С. Алг. † Хура вăрман витĕр килет кăвак çăрха, çыхланчĕ-çке çилхи çилпеле. N. † Аллă карăк, пĕр çарăк; тăхăр тăрни, пĕр çăрхи. Байгл. † Аслă çулăн тусанне хура çăрха тустарать. С. Айб. † Икĕ турти тĕк тăрать, хура çăрхи çăрхалать. (Шыв юхни). Бижб. Пуянăн автанĕ те çăрха, теççĕ. (Послов.). Н. Седяк. † Хура пĕкĕ хура çăрха, халь уткăнма тăрать, эп ларсан. Ст. Чек. Çăрха лаша, лошадь, у которой при беге туловище держится все время на одной высоте. || Иноходь. СПВВ. † Уйăх çине пăхрăм — ут куртăм, утланса çӳретрĕм — çăрхи пур. Собр. Утлантăм-пăхрăм — çăрхи пур (у жеребенка), чуптартăм-улăхрăм ту çине. Орау. Лаши çăрхапа чупать, шыв пек пырать. || О других животных. Юрк. † Лаша суха сухалат, ĕне çăрха çăрхалат; эпир утвит панă чухне тухтăр пуçне пăркалат. || О людях. Юрк. † Эпир илес хĕрсенĕн тăхăр тĕрлĕ утти пур, çитмĕл тĕрлĕ çăрхи пур.

çĕвеклен

(-л’эн’), пропитаться неприятным, смрадным запахом. ТММ. Тĕрлĕ чĕрчунсемпе çĕвекленнĕ хĕллехи сывлăш чечексен уçă сывлăшĕпе тасалнă.

çĕкле

(с’ӧ̆к’л’э, с’э̆кл’э), поднимать. Янш.-Норв. Вăл (вутăш) çапла хăйне кашкăрсенчен кăшкăрса хăтарнăшăн çынна çĕклейми укçа парать, тет. Чăв. й. пур. 37°. Ăçтан пыннине хам та сисмерĕм, çитрĕç те, урапа çине çĕклерĕç-пăрахрĕç (меня). N. Пит нумай çĕклерĕн. Çĕнтерчĕ 47. Георгине çĕклесе тăратса лартать (поднимает и ставит на ноги). ТХКА 70. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. || Носить. В. Олг. N. † Кĕтӳре тимĕр кăвак çук, йĕвен çĕклесе каясси çук. Байгул. Тата хăш чухне йăмăка çĕклесе çӳреттеретчĕ (заставляла носить на руках). || Брать. Бижб. Çынна ытла сăмах каличчен, ытла чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). Собр. Çынна сивĕ сăмах калаччен, пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). || Выдержать, сдержать. Кильд. † Çĕр çирĕм (вар. çĕр çитмĕл) пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Сред. Юм. Кăçал ôлма пит пôлнă та (уродились в изобилии), ôлмăççисĕм çĕклесе те лараймаççĕ. || Поддерживать, помогать. N. Халĕ ăна ывăлĕсем пăртак çĕклесе пурăнаççĕ. N. Патшалăх пухăвĕ тĕрлĕ ĕçре пурăнакан халăхăн нушине çĕклеме (облегчить) тăрăшмастчĕ. ЧП. Хура-халăха çĕклес. N. Усал çын хăй хутне кĕрсе шанчăк илекенĕн камăлне çухатать, хăйне ырăлăх тунине вырăна хуман çын хăйне çĕклекене пăрахать. N. Вара эпир, ун пек çĕклесе тăракан çын тупсан, çынсенчен те хăрами пулатпăр. Альш. † Купăсçăçăм купăсçă, ман сассăма кам çĕклĕ? Ман сассăма эс çĕкле, сан сассăна эп çĕклĕп. || Служить подспорьем. О сохр. здор. Тĕрлĕрен кĕрпе, çĕрулми, ытти пахча çимĕçсем те çăкăра пит нумай çĕклеççĕ. || Поддерживать дух. N. Йăвăрлăх килсен, унăн чунне çĕр ĕçлени çĕклесе тăнă, çавăнпа унăн ӳчĕ-пĕвĕ час çемçелмен. Хора-к. Йывăр хуйăха ĕç çĕклет. (Послов.). Пазух. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм. Сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. Самар. † Аслă урам хушшисем тумхахлă, тумхахлă та пулин çĕр çĕклĕ; пирĕн пуçсем хуйхăлă, хуйхăлă та пулин турă çĕклĕ. Хĕн-хур. Ай, ăнсăр, хĕн-хур куракан çынна турă хăçан та пулин çĕклет. N. Хăйне хăй çĕклесе çӳрет. || Носить (званне). N. Ĕç мĕнлине тӳрех, уççăн калас пулать. Тӳрех каламан çын халăх шаннă çын ятне çĕклеме тивĕçлĕ мар. Ст. Ганьк. † Урçа ятне çĕкличчен (т. е. чем быть женою вдовца, = тӳсиччен), тулă пăтавкки çĕклейĕп. || N. Эпир халĕ тутăр-сурпан вĕçĕсем те çĕклеместпĕр. || Снимать грязь, очищать. || Принимать (на себя) Альш. † Кĕпе кирĕкне кĕл çĕклĕ, кĕл кирĕкне мĕн çĕклĕ? Кĕл кирĕкне шыв çĕклĕ. Ала 72°. † Ман çылăха кам çĕклĕ, кам çиекен çав çĕклĕ. (Хороводн. п.). || Принимать (в картах). Изамб. Т. Эсĕ миçе карт çĕклерĕн? (У КС. — тытрăн). || Поднять (урожай). N. Кĕр çитрĕ. Çĕр, юрлăхсене шеллесе, тырă çĕклесе пачĕ. || Уносить, украсть. Изамб. Т. Ку, Микуç, хăйсенчен пĕр кил урлинне сурăхне çĕклеме кайнă. || Расплачиваться, poenas luere. N. Алли тунине арки çĕклĕ, теççĕ. (Послов.).

çĕнтер

(-дэр), победить, одолеть, побороть. Истор. Анчах Александр шведсене çĕнтернĕ-çĕнтернех (все-таки победил). N. Хамăрăн çĕнтернĕ пек пулнă. || В перен. см. Сборн. по мед. Ачасенчен хăшĕ-те-пулин чирлесен, вăл ăна, чирĕ ытла çĕнтериччен, им-çам парать. || В качестве вспом. гл. Сиктер. † Леш ялсенĕн хĕрсене каччă пусса çĕнтернĕ. || Забить (на сдовах). Орау. Çĕнтерсе хупласах хучĕ (забил словами не дал и пикнуть), леш ним те чĕнимарĕ. || Эльбарус. Хальччен çĕр, шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ; анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет.

çĕр тĕрлĕ

на сто ладов. Сред. Юм. Çĕр тĕрлĕ те ôтать поль. (Гов. о девицах, если они шагают, меняя походку на разные лады). Ib. Çĕр тĕрлĕ ôтать пôль тесе пит темиçе тĕрлĕ ôтакан хĕрсĕне çапла калаççĕ.

тайăн

вес (pondus), значение, способность. Чхĕйп. Çĕр çинче çĕр çине нумай тĕрлĕ шăтса тухакан япалана пуринчен ытла хĕвел, çăмăр, сылăм, лăпкă вĕрсе тăракан çил (кирлĕ). Вара çак тăват япаларан ырлăх пулсан, кĕрек çта акнă вăрлăх та хăй тайĕнпе çимăç кӳрет. N. Хурланса йĕр, кăмăлупа хуçăлса макăр, пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе хуйхăр уншăн. СПВВ. АС. Тайăн = хăйне кура (Недостаточное обьяснение). N. Арăм илни — пурлăх пухасси пуçламăшĕ; арăм илсе этем хăй тайăнĕпе хăй валли пулашу туянать, шанчăк илсе канăçлăх тупать.

тав

(тав), спор, тяжба. N. Тата пĕр-пĕрин хушшинче тав пулсан, вăсем ялан Акçонăв патне сут тутарма (чтоби их рассудил) пынă. N. Хурлăх куракана хурлăх тăвакан алли айĕнчен туртса ил, тав уйăрнă çĕрте (при разборе тяжбы) халсăр чĕрелĕ ан пул. Истор. Хăш чух аслă кньаç та татайман вĕсенĕн тавне. N. Анчах хăш-хăш тĕлти халăх пухăвĕсене пурте пĕр тĕрлĕ халăх пухăнмасть, тĕрлĕ халăх пухăнать; çавăн пек пухусенче тĕрлĕ халăхсем хушшинче тав тухкалать. N. Пĕр-пĕринпе тав тытни (тавлашни) сирĕншĕн хăех те намăс.

тав-та-пуç

соотв. русск. спасибо. Юрк. Çисе тăрансан: тăрантарнăшăн тав-та-пуç, теççĕ. Н. Карм. Тав-та-пуç турра, ĕмĕтленнĕ ĕмĕте турă çитерчĕ, теççĕ. Юрк. Сана уншăн темĕн тĕрлĕ тав-та-пуç тийĕп. ТХКА 37. Тав-та-пуç ĕçнĕ-çинĕшĕн. Иртсе çӳренĕ чух Малай Яку ялне, хамăр пата кĕрсе тухăр, тесе, тухса карĕ краскă сутакан.

тавăр

(тавы̆р), возвращать, вернуть. Бес. чув. 9. Эсĕ час тавăрайăн-ши? Манăн нумаях та мар укçам, вăл та пулин хама кирлĕ пулать. N. Вара ăна патша каллех Риме тавăрнă (вернул). Кан. Тавара хакла сутнипе нумай услам илет те парăма юлнă укçана услампах тавăрма пултарать. || Свернуть. Тим. † Тавăрăпăр сăмсине. (Угроза). || Переворачивать. N. Вуниккĕн ыраш çапаççĕ, Митрофан тавăрат. (Çăкăр çини). СТИК. Кĕлте таврас, сарăм таврас (переворачивать снопы или посад во время молотьбы). N. Шур кĕпелисем çапаççĕ, хĕрлĕ кĕпели тавăрса пырат. (Апат çини). Сĕт-к. Утă тавăр, ворочать сено (на сенокосе). || Засучить (рукава). КАЯ. Эпĕ кĕпе çаннипе куçа тавăрса шăлтăм. Тăв. 53. Тĕкĕр пек çуталса выртакан кӳлĕ хĕрринче Кулине шурă йĕм тавăрса тăрать. || Выворачивать. N. Вăсем ухтарса пирĕнне кăсясене те тавăра-тавăра хучĕç (они вывернули у нас карманы). Изамб. Т. Куçа çӳп кĕрсен, пĕр-пĕр аста арăм чĕлхипе çуласа тупат та, унтан тавăрса илет. Орау. Куçне-пуçне тавăрса ларать. Сидит, неприятно растаращив глаза. Утăм. Куçĕсене тавăрса пăрахса çӳреме тытăнчĕç. Якейк. † Пирн апия йорас-тăк, корăк тымарне таврас полать (выворачивать). || Выворачивать наизнанку. Сĕт-к. Кĕпе тавăрса тăхăнтăм, кĕпе тавăрса чиксеттĕмч. Баран. 162. Çĕлĕкин хĕррине çăмне тулалла туса тавăрса хунă (у кадмыков) || Оплатить. Янш.-Норв. † Ах хăтаçăм, тăхлачçăм, çирĕн ĕçкĕре-çикĕре тавăрса пулĕ-ши ĕмĕрте! N. † Тăвансем лайăх, хамăр чухăн, тавăрассинчен хăратăп (боюсь, сумею ли я им воздать равное). Ст. Чек. Пурне те тавăрса пĕтереймĕн, хăшне тата турă тавăртăр. Собр. Çак çăкăра таврайăп-ши ĕмĕр иртиччен? Удастся ли мне когда-либо воздать (им) равное за этот хлеб-содь. N. Вĕсем саншăн тунине хирĕç мĕнпе тавăрас пур санăн? Чем ты можешь заплатить за их заботы о тебе. Ал. цв. 10. Хăна ырăлăх тунăшăн эсĕ çапла тавăр-тăк-и ĕнтĕ мана? || Мстить. N. Ку çынна епле хирĕç тавăрам-ши (месть)? N. Макар Семенов çине Аксенов çав тĕрлĕ хытă çиленнĕ, хăй пуçне çухатсан та, ăна таврассиех килнĕ. || Воздать. Ёрдово. † Пире кăçал çын çини, таврасчĕ те, ял аслă. Цив. † Çынтан илтнĕ сăмаха турă тавăртăр, тейиеттĕм (т. е. пусть бог обратит дурные пожелания на проклинающего). || Возвращать назад (невесту). КС. Хăшĕ калаçнă хĕре каялла тавăраççĕ. || Отказаться от покупки. N. Тавăрчĕ, спятился (о покупке). || Опровергать. N. Ку хушăра тавлашнă çĕре министрсем те пыркаларĕç, анчах министрсен сăмахĕсене çавăнтах тавăра-тавăра пычĕç. N. Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давид чурушăн та пулин, ахаль тавăрса ан ярсам. || Возмещать? Юрк. † Ялта ырă çынсем нумай пулĕç, хамăр тăвансене çитес çук, çитсен те ăна таврас çук, тавăрсан та пире пулас çук, пирĕн юлнă кăмăл тулас çук, пире юлташ пулса тăрас çук. СТИК. Ку лашана илсе эпĕ усă кураймарăм; акă ĕнтĕ илни икĕ çул, çинĕ хакне ĕçлесе тавăрайман пуль (не заработада истраченного на нее корма).

таврари ырăсем

назв. духов. М. Васильев. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман; вĕсем, парне памасан, çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне паракана тĕрлĕ усалтан сыхланă.

тан

(тан), слава. Н. Карм. Тан, тепĕр тĕрлĕ мухтав тени пулать. Ib. † Сĕтелне туртса, сăйна пар, кайтăр тану акрука (по всей округе). N. Пĕтĕм уезда танĕ кайнă. Прославился на весь уезд. (Написано: дань: что, очевидно, так и выговаривается под влиянием тат. языка).

тархасшăн

тархасшĕн, тархашшăн, тархашшĕн, пожалуйста, ради бога, Хурамал. Тархасшăн ярăр мана, малашне килмĕп. Н. Карм. Тархасшăн пирĕн пата та çырăр (пишите). Баран. 28. Кала-ха, тархасшăн, епле эсĕ çак тĕрлĕ çутăлса кайрăн? тесе ыйтнă. Сред. Юм. Тархасшĕн, пожалуйста. Юрк. Мĕн илтнине мана та, тархашшăн, систерсем (уведомь). Бес. чув. 9. Эпĕ: тархашшăн, темесен те, парăп, анчах кунта çук халĕ, укçа килте.

таса

(таза), чистый, опрятный. Этем йăх. еп. пуç. кай. 38. Пичĕ, ал-лаппи, ура-лаппи таса, çăмсăр. || Чисто, опрятно. Качал. Кам таса пурăнать, вăл чире те пĕлмеçт, теççĕ. Сборн. По мед. Ăна таса тытсан, йĕркелĕ эмеллесен, вăл час ӳт илет. || Здоровый. Ала 99. Хăва ĕлĕк таса чохне шăрçа пит йорататьчĕ. Н. Карм. Эпĕ халĕ таса, сывă пурăнатăп. (Письмо). N. Аçусам-апусам веçех таса (здоровы). Капк. Таса çыннах ĕçлĕ çынна кĕртес теттĕр-и? N. Эпĕ халь таса мар вуртатăп (болен). Актай. Çак çынăн арăмĕ юрайла(?) таса мар пулнă пак йăнăшса выртнă, тет. Ib. Ăста каян, старик? тет карчăк? — Арăм таса мар пулчĕ те (нездорова), юмăçа каятăп, тет. Юрк. Пăсăлнă куçа шăлнă алă-шăллипе таса куçлă çын шăлсан, унăн та куçĕ пăсăлат. Изамб. Т. Хĕлле ури тап-таса та юн пек хĕрлĕ пулат. О сохр. здор. Вăл лĕкĕ пек шатрасем тепĕр çын пуçĕ çине ларсан, унăн пуçĕ тасах мар пулсан, унăн та çавăн пекех кукшана ерет вара. || Robustus. Кн. для чт. 62. Çĕнĕрен килнĕ ристансенчен пĕри çӳлĕ те тасаскер пулнă. Алших. † Пирĕн пек таса ачасем сайра амаран çуралат. Айдар. † Таса тантăш (çавă) пур. Ядр. † Çак хăтанăн хĕр таса; хĕр таса, çурт таса, тепĕр хĕрне парать-ши. Орау. Мĕн тĕрлĕ таса ачасам юлса пычĕç... пирĕн карĕ! || Невинный. N. Ырă çын лайăх тесе, пит ан калаç, таса чуну çинчен ят ярĕ. || Настоящий. N. Таса тискер-кайăк. Шурăм-п. Тепĕр таса хăлинĕ лешсем кайнине сыхласа пура хыçăнчех чĕтресе пăхкаласа ларнă мĕн. || Святой. М. В. Васильев. Таса мăн турă пуринчен асли (1-го разряда). Т. VI. ЗЗ. Таса турă, учук тăватпăр авалхи йăлапа. Туррăм, ан пăрах, çырлах. (Учук кĕлли). Ib. VI, ЗЗ. Таса учук çырлахтăр. (Моленье). N. Эсĕ чĕрĕлĕх çăкăри, тасасене кăларакан, ырăлăх паракан. Полтава 26. Уншăн таса япала (святыня) ку таранччен пурнăçра çут-тĕнчере çуралман. || Прочный. N. Пуканĕсем пурте таса. || Ясный. Полтава 24. Çынсем ăсне витĕрех, таса куçпа курнă пек, тĕппе-йĕрпе вăл курать. Шурăм-п. Таса, уяр, тӳлек кун. Ск. и пред. чув. 99. Таса çутă тĕнчерен ылхан анчах илтнĕскер. || Здорово. N. Санăн ачусам таса пурăнаççĕ (здоровы). N. Вăрçă таса пырат. || Ясно, чисто, хорошо. N. Вĕсем ĕç тăвас вырăнне нумайрах вăрлама тăрăшаççĕ, мĕшĕн тесен вĕсем, пуйсан, хăйсем мухтава тухассине таса пĕлсе тăраççĕ. || Правильно (произносить). Юрк. Çав сăмаха çапла, тутар пек, таса (чисто, правильно) каласан, эпир сана ретсĕр (вне очереди) çаккăн хыçĕнченех авăрттарăпăр (позволим молоть). || Точь-в-точь, совершенно. Регули 1420. Таса (пĕтĕмпех) ашшĕ пек тунă. || Чистота. N. Тасара пурăнма аван: тасапа таса мар танлаштараймăн. N. Эпĕ тасана юрататăп, тасанăн усси пур? Янорс. Мана аттесем калатьчĕç: тасара лайăх пăхса осранă, тетчĕç. N. Учитĕлсем тасашăн пит хытă çине тăрса тăрăшнă. || Здоровье. N. Кĕрконне корма (повидаться) пыратăп, хам таса пулсан. || Беловик. Слакбаш. Таса çине куçарса çырнă. Переписал набело. || Невинность. Орау. Епле айăплă пулсан та, тасана тухать ĕнтĕ вăл мур, айăпа юлмасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Тасинчен маси = порринчен çôкки (лучше не иметь, чем иметь?). Турх. Сана лашасăр пурăнни — таси. Тебе лучше всего жить без лошади. N. Таси паха „скатертью дорога“.

таçта

(тас’та), неизвестно куда, неизвестно где. Орау. Ан чупăр; таçта кайса перĕнĕр! Ib. Вырсарни кун таçта ан кайăр-ха. || Чрезвычайно далеко. N. Хам çуттăма эпĕ таçта çитех инçе ярăп. N. Хресченсем ăна итлесе тăватă ялпа вунпилĕк пĕве туса хучĕç. Пĕвисем çыранран таçта çӳлте, тата, пĕр пилĕк хăлаç сарлахăш хăш çĕрте. Ib. Эп кайсан, ĕнтĕ таçта кайса çӳреместĕп. Если я пойду, то теперь не буду шляться невесть где (т. е. скоро вернусь). Ib. Таçтах çитрĕ пуль ĕнт, халччен. Он теперь, поди уж, не знаю куда укатил. || Гораздо. N. Çапла тунипе ниме (помочь) хакла ларать (обходится дорого), нимепе туна ĕç тытса тутарнинчен таçта хакла ӳкет (гораздо дороже работы наемных рабочих). Кан. Çав çĕнĕрен шутласа кăларнă машинă ĕлĕкхи машинăсенчен таçта иртерсе ярать. || Пожалуй. П. Патт. 8. Каçа хирĕç, кам пĕлет, таçта кашкăр та персе çитĕ (пожалуй, явится). Чăрс. 24. Асту, эсĕ кĕçех улпута тухса кайăн таçта (пожалуй). Капк. Ухмах! Шыв сивĕ... йĕпе... таçта, шăнса кайăн, тет Якку. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Кĕркурия кĕрĕк çĕлетмесен те юрĕ-ха, таçтах каймалла мар (ему не бог весть куда итти), килте çӳремеллĕх сăхмань пур (а для дома у него есть кафтан). Сред. Юм. Таçта хăрăм шăтăкĕнче пôрнать. Никто не знает, где он живет (срв. Кăрăм). Ib. Хĕр-туй, тесен, эп таçта кайса кĕрĕп! (Говорит тот, кому охота погулять на свадьбе). Чăв. й. пур. 21. Çав Иван, ахаль те вĕçкĕнтерехĕскер, вара пушшех хăйне хăй таçтах кайса хунă (возгордился), темĕн тĕрлĕ аслă çын пек пулнă. Янш.-Норв. Вăл хĕре юратни ĕнтĕ таçта кайса кĕрет. Альш. Таçта кĕнекесем çинчен вулани-илтни çинчен калаçаççĕ, тĕлĕнеççĕ вара. Беседы. Хама хам таçта тем тăвăттăм! тесе, ӳпкелет хăйне. Юрк. Таçта аякран.

тат

(тат), рвать, срывать, отрывать. Шурăм-п. Мăйăр хăмла пек пулать, эрнере татса пĕтет (в неделю срывается). Кильд. † Çаврăнайса-çаврăнса ут çулнă чух, татса-татса пĕрлĕхен хыпмарăм (здесь „Татса-татса“ — сорвав много раз). Трень-к. Манран ку улма-йывăçĕсене (кам) ватса, олмисене татса карĕ? тесе ыйтрĕ. Арзад. 1908, 13. Пĕчĕк Иванкка пахчаран тăхăр хăяр татса кĕрсе, йăмăкне 4 хăяр, пиччĕшне З хăяр панă. Орау. Мăк пилеч (билеты на право собирания мха) илнĕ çĕртре паян халăх пĕр-пĕрне хĕснипе (в давке) пĕрин уринчи çăпатине татса юлнă (сорвали с ноги). Пир. Ял. Упăшки вăхăтра сиссе татса антарнипе вилмелле пулман. || Разорвать. Сорм-Вар. Унччен те пулмарĕ, карчăк: урлă татса хыпам-ши, тăрăх татса хыпам-ши, тесе калама тапратрĕ, тет (т. е. разорвать ли тебя вдоль или поперек?). Б. Яныши. Хорĕ (гусь): пре татам та, пре хыпам, тет. Чураль-к. Кам-та-кам шарлать, çавна чĕпĕтсе татсах илмелле. В. Олг. Торă татса кайманскер! (Сильная брань). || Порвать. Янтик. † Туртсан тимĕр татас пек. || Перервать. N. Тупă пулькки тивсе, кĕлеткин(е) варăнчен татса пăрахрĕ. Шурăм-п. Юрлакан, ĕретри çынсен аллине татса каяс тесе, вирлĕн (стремительно) чупса пырать. || N. Татса яр, ссадить (напр., кожу). || Разрушать запруду, прорвать. N. Усалсем (черти) арман пĕвине татса яраççĕ. М. Яуши. Эпĕ пĕр армана татса ярса тăратăп, тем чул пĕвелеççĕ те, чараймаççĕ. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ, малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. || В пассивном значении. Якейк. Армансам татса кайнă. Ib. Выл çинче паян пĕр арман та йолман, тит, порте татса кайнă, тит. Коракыш. Вăл каланă тăрăх утмăл лав йĕплĕ-хулă хатĕрлесе пĕвине пĕвеленĕ те, пĕви татса кайман. || Разбередить, сорвать (напр., болячку). Сборн. по мед. Хăш чухне тата кĕсенĕсене ача хăй чавса татнăран та пулать (это происходит). || Пилить, рубить. Регули 197. Вотă татнипе выртать. Дрова лежат нарубленными. Ib. 1. Вăл вотă татма каять. Мусур. † Пирĕн йысна пуласси — авăн вутти муклашки, урайне хурса татас пек. Кан. Татман юман хăмасем. || Нарезать (салму). Ядр. † Сала-кайăк тăриччен салма татса ярсассăн, пирн варлине эс юрăн. || Рвать (шерсть). N. Кунне пĕр тенкĕ паратьчĕç мана, эпĕ çăм татнă çĕрте ĕçлеттĕм. || Ощипывать. С. Алг. Кăçалхи çул ăна (кăрккана) çапнă-антарнă, тытнă-пуснă, туртнă-татнă, каснă-вакланă, пиçнĕ-хуçнă, лармалла та çимелле иккен. (Такмак). || Дергать (конопли), драть (лен). Якейк. Кантăр татмалла полать те ĕнтĕ. Ib. Кантăр татса пĕтертĕмĕр. Изамб. Т. Йĕтĕне татсан, çапса вăррине илеççĕ. N. Кантăрсам та татрăмăр, пăрçасам та çултăмăр. Сред. Юм. Кантăр татас. (Кĕркунне ана çинчен çăлассине калаççĕ). || Прерывать (сон). Орау. Ăйăх: татсан — татăлап, чăссан — чăсăлап, тесе калать, тит. Сон говорит: „Если меня перервут, я перервусь, а если растянут — растянусь“. Сред. Юм. Ыйăх татсах (лишая себя сна) ôнта кирлĕ мар япалашĕнех çӳремесен те йорĕччĕ. || Пересекать. Эпир çур. çĕршыв 15. Урамне (улицу) икĕ çĕрте урлă урамсем (переулки) татса каçаççĕ. || Переграждать. N. Манăн тĕрĕс мар çула тат. || Переходить, перебегать (дорогу). Шурăм-п. Кушак çул татсан, телей пулмасть. || Отводить, отрезать (землю). Альш. Вăл çаранне (луга) ăна вĕсем чăн лайăх тĕле суйласа татса параççĕ (в самом хорошем месте). N. Землемер (мишавай, мешевей) мĕнле татса пачĕ: пурне пĕрле-и? || Подводить, подрезывать; подкузьмить. N. Халĕ тата çак икĕ çул хушши тырă пулманни ытла та татрĕ (здорово подрезало, подвело). || Срезывать, подрезывать. Изамб. Т. Кĕпе пĕвĕ пĕтсен, пусма (ситец) татса пĕреççĕ (сборками). Ib. Ул татса пĕрнин аял хĕррине тата пусма татса пĕреççĕ (оборки). Ib. Кĕпи аркине (у чувашек) икĕ тĕлтен татса сыпаççĕ. || Покидать (надежду). N. Йывăр пирĕн иксĕмĕрĕн хуйхăмăр, юлташăм, тенĕ, çапах эсĕ ĕмĕте татса ан хуйхăр. || Разбивать (надежды). Фин. Çавăнтах: тырă пулĕ-ха ĕнтĕ, тесе, тăнă çĕртрех тăм ӳкет те, санăн пĕтĕм ĕмĕтне та(та)ть пăрахать. N. Ан кул, пит чĕрене татать. N. Ашшĕ-амăшĕ, унăн кăмăлне татас мар тесе, ăна чарса тăман, куç-çулĕпе йĕре-йĕрех хăйсен пĕртен пĕр ывăлне пилленĕ. Конст. чăв. Ку сăмахсене вĕсем мана хăратса анчах каланине эпĕ пĕлтĕм те, анчах хирĕçес мар тесе, шухăшланă шухăшăма çав тĕрлĕ татрĕç пулин те, эпĕ вăсене пĕр самах та хирĕç тавăрса каламарăм. || В дееприч. форме на „са“, „се“ иногда передается наречием: вдоволь, в изобилии. Кратк. расск. 16. Акă ĕнтĕ пĕтĕм Египет çĕрĕнче çичĕ çул тырă-пулă пит татса пулĕ (уродится в изобилии). Капк. Тырри те татсах пулмарĕ те, пĕрлешесси çинчен шарламаççĕ-ха. СПВВ. НВ. Тырă-пулă пит татса пулать (родится отлично). Аттик. Эй, Ел-кӳлли! Çĕртен те, çӳлтен те татса пар; тырă пулмасăр хăварса выçă ан вĕлерсем. (Моленье). Турх. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне вĕсене татса парĕ-ши (совершенно полно, вдоволь). || Выплатить. Бес. на м. г. Ак сирĕн хошшăрта куланай татни те нумай мар, пурăнăç та çителĕхлĕ мар. || Отбыть обязательный срок. N. Эсĕ çӳресе татман. Ты не отслужил (не отбыл) своего срока (в пастухах). || Лишать. Магн. М. 115. Тырăран татăк ан тăрат, пураран ан тат. (Моленье). ЧС. Эй, ĕнем, ĕнемI Халиччен сĕтрен-çуран татманччĕ, çуллен пăрулаттăнччĕ. Ал. цв. 10. Эсĕ мана мĕн пур телейĕмрен татрăн ĕнтĕ! || Отказывать себе, лишать себя. N. Эсĕ у (= вăл) укçана хăвăнтан татса янă пуль (отказывая себе в самом нужном). Сред. Юм. Хамран татса патăм. И себе нужно было, но я ему дал. N. Хăна ху пиртен пулас ырăлăхран ан тат (сам себя). || Решать (дело). Янш.-Норв. Пĕр çураçса ĕç татсан, вĕсем туй тума анчах хатĕрленсе тăраççĕ. Н. Сунар. Эсĕ пирĕн ĕçе татса пар ĕнтĕ. Ты уж рассуди нас (т. е. рассуди наши дела). N. Ман ĕçе татса парсам. N. Сире вăтантарса калатăп, сирĕн хушшăрта тăванпа тăван хушшинчи ĕçсене татса пама пултаракан ăслă çын пĕрре те çук-и мĕн? Истор. Вечера (на вечере) ĕçе вăрçмасăр, çапăçмасăр сайра (редко) татнă (надо: ĕçе вăрçмасăр... татни сайра пулнă?). Ib. Çапăçса хăшĕ çиеле тухнă, ĕçе те çавăн майлă татнă вара (решали в его пользу). Т. IV, 64. Çав ĕçе татсан, кам юрлас килекенĕн, пурте юрлаççĕ. N. Ĕçе туса тат. Синьял. Тăваттăн сута тăраççĕ, пĕччен сут татать. (Алăк уçса тухни). N. Кам мĕн чухлĕ илсе пырассине татса хуман. N. Кĕске татса калакан сăмах, поговорка. || Окончить, завершить. Кан. Службă татса киле кайма хатĕрленекен хĕрлĕ салтак. || Мстить. Полтава 68. Виççĕмĕш мул — Мазепа хирĕç татса парасси („месть“). || Удерживать. N. Кантор окçине татса йолмарĕç. || Придавать определенность, точность, систематичность. Юрк. Чăнласах та пирĕн чăвашран нумăйĕшĕ çак сăмаха татса калаймасăр „псав“ (вм. тат. бы̆зау) анчах теççĕ. ГТТ. Пурне те (обо всем) татса, уйăрса çырмалла (определенно, систематично). N. Час-часах пур япала çинчен татса çырса пулмасть. Сред. Юм. Тем йăмахласа ларчĕ, пĕрте татса каламарĕ. Не знаю, что говорил, не высказал всего ясно. N. Тĕплĕ ыйтса пĕлмесĕр, татса каламалла мар. Нельзя сказать определенно, не разузнав основательно. N. Татса калани, решительный сказ. || Обрывать (чью-либо речь). Ал. цв. 14. Аслă хĕрĕ ашшĕ сăмахне татсах калать: хăш хĕрӳ валли эсĕ хĕрлĕ чечек илсе килтĕн, çав хĕрӳ хăтартăр сана, тет. N. † Хапха умĕнчи вĕлтĕрене çапĕçĕ те татĕçĕ; ютсем йышлăн, эпĕ пĕччен, калĕçĕ те татĕçĕ. Орау. Çынна пĕр-ик сăмах пат каласа татать. Он обрывает человека сразу, одним или двумя словами. N. Амăшĕ вĕрентем пек тăвать: анчах ачисем ăна: эсĕ ху та нимĕн те пĕлместĕн, тесе, каласа татса хураççĕ. N. Çын сăмахне татса илсе ан калаç. || Сказать резко. N. † Пуян çыннăн ывăлĕ тесе сасартăк каласа ан татăр. Н. Лебеж. † Эсир татса каласан, эпир те татса калăпăр. Кĕвĕсем. Леш кассенĕн хĕрсене каласси пур пĕр сăмах; калăпăр та татăпăр: чĕрисене çурăпăр. Богдашк. † Çав Анаткас хĕрĕсене каласси пур пĕр сăмах, калăпăр та татăпăр, чĕрисене çурăпăр. N. || Выражает усиление. Турх. Авăна татса çапат (здорово, не кое-как). N. Сăмаха татса калаçни (бойко?).

тенипе

теннипе, употребл. для выраж. превосх. ст. Ал. цв. 12. Вăл çав тĕрлĕ хăрушă, хăрушă тенипе хăрушă пулнă. Юрк. Алли-урисем тĕлĕнчен калама та çук, тĕреклĕ теннипе тĕреклĕ пулнă. Толст. Ура айĕнче хытă тенипе хытă.

текерлĕк

(т’эг’эрл’э̆к), пигалица. Н. Карм. Н. Седяк. Текерлĕк, чибис с пучком волос на голове вроде рога. АПП. † Саланнă чух салантăмăр, çеçен хирти текерлĕк чĕппи пек. Зап. ВНО. Текерлĕк, текерлĕк, пуççап! Пуççапмасан, хăрах мăйракуна хуçса илĕп. Ib. † Текерлĕк çăмарти тĕп-тĕрлĕ, чĕкеç курĕк яп-яка, Хветле пирри тĕвĕллĕ. || Имя женщ. Н. Седяк.

темле тĕрлĕ

разнообразный. Чебокс. Чăвашсем парне кӳмелли йĕркесем (жертвенные обряды) ĕлĕк темле тĕрлĕ те пулнă, тет.

тем тĕрлĕ

то же, что темĕн тĕрлĕ. Кан. Юпи çĕрĕк пулсан, тем тĕрлĕ çирĕп хӳме те ишĕлсе анать. || Продолжительно, долгое время. Тайба-Т. † Атте-анне килĕнче ĕмĕр ларма юрамас, ĕмĕр ларма юрасан, эп тем тĕрлĕ ларăттăм. (Хĕр йĕрри).

темиçе тĕрлĕ

неизвестного числа родов (видов), весьма различный. N. Вăл тусем сана темиçе тĕрлĕ курăнаççĕ. Эти горы представляются тебе в самом разнообразном виде.

темĕн тĕрлĕ

сильно, vehementer, valde. Юрк. Ирхĕне тăрсан, пуçĕ тата çапла темĕн тĕрлĕ ырата пуçлат. Ib. Санăн çыруна эпĕ темĕн тĕрлĕ хĕпĕртесе вулăп (прочитаю с великою радостыо). || Очень. Юрк. Хай чăваш арăмне ташлаттарас текен вырăсĕ тӳсеймесĕр ларнă çĕртен сиксе тăрат та, савăнса, тытăнат хăй темĕн тĕрлĕ ташлама. Ib. Çĕнейменнинчен хăй çавăн чухлĕ илесшĕн. Пăхăсăн, никам унта кĕрешекен çук пурте: вăл темĕн тĕрлĕ вăйлă-тăр, тесе, кĕрешме хăраса тăраççĕ. Истор. Темĕн тĕрлĕ ӳкĕтле-ӳкĕтле пурăнма вĕрентнĕ. N. Темĕн тĕрлĕ çиленчĕ. Ст. Чек. Темĕн тĕрлĕ аван. || Продолжительно, долгое время. N. Лашине темĕн тĕрлĕ кантарсан тин килне таврăнма шухăшлаççĕ. || Разнообразный. N. Анчах пирĕн Россия (Раççей) пит пысăк патшалăх: унта темĕн тĕрлĕ халăх, темĕн тĕрлĕ йăла. || Ужасный. Илебар. Темĕн тĕрлĕ шăршă тухрĕ (от сжигаемого трупа), тет.

тен

(тэн’, т’эн’), может быть, возможно; авось. N. Тен, вăл вăхăтра пӳртре никам та пулман. Ал. цв. 15. Мана пӳрсен, тен, эпĕ сан патна каллах та тавăрăнăп. Бес. чув. 9. Лайăх çитерсен, пырĕччĕ те, тен, анчах лайăх çитересси ăçта ĕнтĕ вăл ку çулсенче (где уж хорошо кормить на этих годах)! N. Пăртак шухăшлăса тăркаларăмăр та: тен, курмĕ-ха, тесе, пĕринчен пĕри иртерсе (взапуски), вăрманалла чупса кайрăмăр. Туперккульос 6. Малтан ленксе чирленине çын, тен, ирттерсе те яма пултарĕччĕ. Сунт. Ашшĕ ун, тен, ĕмĕр килмĕ. N. Кăна (это письмо) илсен, тен, мана валли пĕр-ик минут тупăнĕ — мана çырса ярăр часрах. Абаш. Тен, вăл сан патна кĕрĕ (зайдет). Истор. Шведсем, тен, пире темиçе хутчен çĕнтерĕç, анчах эпир вĕсене çĕнтерме хăйсенченех вĕренĕпĕр! Б. Олг. Пăрахма (уступить) полмас ман, паранкă таса (хорошая) ман. Воç леш çынне (у того человека) ил; вăл, тен, йӳнех парат полĕ, онне ил (купи). N. Тен, ăçта пĕлес (кто знает)? Пире хĕрхенсе ачасене те тупса парĕ, тенĕ. Ib. 468. Вăл килĕ, тен. СПВВ. Х. Тен, парĕç-ха. Может быть, еще дадут. С. Дув. † Çакă хăта патне килсессĕн, тен, чыс курмĕ тесе, пĕлетре? Альш. Тен, çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнчи (население этой местности разселилось все так). Ала 94°. Вăсем татах ыйтнă: тен, кунтах пулĕ пирĕн ача, тенĕ. N. Тен, парĕç, теççĕ. (В Якейк.— тетен). Истор. Паян сывă, ыран, тен, тупăка выртăпăр, тесе пурăннă. N. Суйланă çынсене, тен, тĕрлĕ майпа илĕртме, тĕрлĕ майпа хăратма тăрăшĕ. Якейк. Йăван ули, тен, çавăн чух капан тăрринче пулнă. || Пожалуй. Абаш. Тен, çомăр полать паян. Сред. Юм. Паян ôкçа ыйтма ан кай-ха эс ôн патне, килте çôк-и, тен, ô. Ты сегодня не ходи к нему за деньгами, пожалуй, его и дома нет. N. Тен палхав тухса ан кайтăр (как бы, пожалуй, не случилось бунта), тетĕп. || Вероятно. Уганд. || Часто соединяется с вопрос. частицами. Бес. чув. З. Çук, эпĕ ахаль: тен чирлемен-и-вăл, тет; пулать вăл хăш чух çапла. Якейк. Вăл килет-и тен-хе (тетен вăл килĕ-ха). Может быть он еще (энкл.) придет. N. Тен, эсир янă писме те çавăнта карн тен. ТХКА 77. Вырăсла питех пĕлменскер, çырассине хам йăнăш çыртăм-и тен. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет-килет текерлĕк. Абаш. Онăн окçа пор-и тен. Ib. Вăл контах-и тен. Ib. Хăйсемех исе карĕç-и тен. Орау. Каймаçть те-и-ха тен вăл паян. Он сегодня, может быть, еще и не пойдет. Трахома. Илтнĕ пулĕ-ха, е курнă та-и тен, епле хăшĕ-хăшĕ куç пирки тарăхса çӳреççĕ. ППТ. Тен, çулахи пек çĕр типĕ, кун ăша пулсан, вăсене те ытăчĕ-ç-и тен (т. е. рубахи и обувь скинули бы и бросили), анчах халĕ сиврех, те çавăнпа кăна чарăнса тăраççĕ пулас. Регули 467. Çавă вăл-и тен. Ib. 469. Эсир паян каймастăр-и тен. Ib. 470. Çавă вăл полать-и тен. Может быть, это он. Ib. 489. Вăл тури (= турĕ-и) — тен. Ib. 1390. Килет-и тен, тăхта пăрластăк (погоди немного). Чăв. к. Шур Атăлсем урлă каçнă чухне тен шур пулă тытса çирĕр-е? Пĕвĕрех çурта, çӳçĕр ука, тен пан-уммн çисе ӳсрĕр-е? С. Дув. † Пĕвĕрсем çурта, сăнăрсем улма, тен пан-улмн çисе ӳсрĕр-е? Ст. Чек. Тен эс çапла турăн-а? Букв. 1904. Çинчех тухтăр патне кайнă пулсан, чĕрĕлĕччĕ тен-и тен? || Кажется (выраж. сомненне). СТИК. Çавăнта карăн-а тен? Çавă пачи (= пачĕ-и) тен? Ib. Çавă килчи тен. Кажется он пришел. Ib. Тен çавă хĕнери? (Сочувственно говорит взрослый человек ребенку, когда тот плачет). || Соединяется с другими выражениями возможности. Юрк. Ĕнемĕре тен куç ӳкрĕ пули (= пулĕ-и) — пит начарланчĕ-çке, тет. N. Каваш паракантан та сыхланса тăр, малтан ăна мĕн кирлине пĕл, тен вăл хăйшĕн канаш тăвать пулĕ, тен вăл сан çинчен шăпа ярасшăн пулĕ. N. Тен эсир хăвăр пĕлекен улпутсем урлă мана, Хусаналла сĕтĕрме пултараймăр-ши? || Что-ли (выражает недоумение). КАЯ. Çапла çав, килемей! пирĕншĕн таштан инкек тупăнса килет-и тен: ĕнер Тумия урнă йăтă тулланă. || Не знаю. В. Олг. N. Тата чӳречесем шап-шурă шăнса ларнă вăхăтра та вăл урамра çара-уранах (босиком) çӳретчĕ. Темле çӳретчĕ тен, эпĕ шухăшлатăп та, ун тӳсĕмлех нумай пулĕ, тетĕп. Сред. Юм. Тем çăвине памас-и тен. Не знаю, почему он не лает. || Как будто? Капк. Тен, çуна сасси илтĕннĕ пек туйăнса-а кайрĕ. Кан. Тен, чĕрене касса кăлараççĕ-и? Ib. Йӳнĕ таварсем татах илсе килчĕç-и тен? В. С. Разум. КЧП. Илтĕннĕ (надо: илтĕнне?) кура (по слухам), Яппунире çĕмĕрĕлнĕ хуласем вырăнне пĕтĕмпех шыв илсе ларнă-и тен (как будто затопило водой).

техĕмлĕ

вкусный. Орау. Техĕмлĕ (тутлă) пултăр тесе, тăвар пусаççĕ такан малти икĕ ури хушшине, кăкăрĕ çине (сделав надрез. Техĕмлĕ — тутлă пултăр тени). СТИК. Чĕрене пыракан çимĕçе мухтаса: техĕмлĕ, теççĕ. Ib. Шăрттан, чăкăт, тата ытти япала та техĕмлĕ. N. Çулă, техĕмлĕ парне. Питушк. Ай-ай, техĕмлĕ полнă! N. Така пуснă чухне калакан сăмахсем: така пĕре шыв сапсанах силлентĕр, ашĕ-пăшĕ пĕртен (с одной стороны) перекетлĕ те, пĕртен (с другой стороны) техĕмлĕ пултăр. Юрк. Ай-хай хуратул пăттине вĕсем техĕмлĕ тăваççĕ-çке, çисе те тăранма хал çук, темĕн тĕрлĕ тутлă пулат.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тивĕçсĕре

неуместно, не к месту. Бугульм. † Çакăн тĕрлĕ ватă, ай, пур çинче кирлĕ марччĕ тивĕçсĕре юрлама.

тил-çĕлăкĕ

, тил-çĕлĕк, дисья шапка. Алших. † Хĕрлĕ çĕлĕк — тил çĕлĕк, хĕр-сăрие юратат; ай-хай пуçăм, çамрăк пуç, вăйя-кулла юратат. Юрк. Пĕр эрне кĕрӳ выранĕнче те, мĕн тĕрлĕ шăрăх пулсан та, тил çĕлĕк тăхăнса ларнă (манăн атте).

тилмĕр

(тилмэ̆р), умолять, просить убедительно. N. Çырушăн питĕ тилмĕреп. N. Пуççапса тилмĕрсен, тин ирĕке янă. Цив. Вара лаша Кукша Ивана тилмĕре пуçланă: яр мана, эпĕ сана пĕр-пĕр ырăлăх тăвăп, тет. Сред. Юм. Нăмайччин ямасăр тăчĕ, тет, кайран, ачисĕм пит тилмĕрнине кôра, çапах пиллесе ячĕ, тет. Никит. Леш çапах: уçăр! тесе, тилмĕрсе тăрать. Ib. Хуняшшĕ тилмĕрсен-тилмĕрсен, кинĕ-уçса кĕртнĕ. Мĕкĕн Антон 24. Эсĕ мана тилмĕрнипе çавăраймăн. Ерк. 58. Йĕри-тавра йĕркере вир-ял ачи сахал-и? тесе чарать Силемпи Чĕкеç хĕре тилмĕрсе. N. Чонтанах тилмĕрсе çырать. N. Текех тилмĕрмелле ан ту. ЧП. Эпĕ ăна тилмĕрни, нимпа та (= нимпе те) парасшăн мар (усиленно просить). || Пристально смотреть. Ст. Ганьк. Тилмĕр — имеет двоякий смысл; 1) усиленно просить, 2) пристально смотреть. Баран. З6. Пăх-ха ăна, мĕн тĕрлĕ вăл тилмĕрсе пăхать! Ала 55. Татах эпĕ тилмĕрсе пăхрăм. Тилмĕрсе пăхсан, эпĕ палларăм кам кĕлет патнелле пынине (кто шёл). Ib. 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне (какие они люди) палларăм. Юрк. Çĕнĕ çуралнă чуна тилмĕрсе халланса пăхсан, çав чун куçăхать, тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Ib. Тилмĕрсе вуласа (пăхса) юлаççĕ. N. † Вăрман хĕрри каюллă, тилмĕрĕç-ха выльăхсем. || Иметь сильное желание. Ст. Шаймурз. † Тăвансене курасшăн эп тилмĕртĕм; курсассăн, калаçас килчĕ-çке. || Беситься. Ст. Чек. Тилмĕрсе çӳрет. Бесится, буянит (гов. о пьянице).

тиркеш

разбирать; быть разборчивым. Юрк. Ун пек чухне тиркешме те пĕлеççĕ. || Брезговать; браковать. Альш. Ăна (такую девицу) этем тиркешет: хăйпе вылякан каччи илмест, лайăх çĕре каяймас вăл. || Придираться. Тайба-Т. N. Вĕсенĕн вĕрентекенĕсем кирек мĕнле япала çинчен калаçнă чух та тиркешсе, пăсса урăх тĕрлĕ тума юратнă. N. Анчах сăнран пăхса тиркешетĕр пулсан, вара йăнăша кĕретĕр. N. Сан çинчен çамрăк тесе, никам та тиркешмелле ан пултăр. || Рассуждать. Сред. Юм. Пирĕн ĕнер лав тиркешнĕ. (Рассуждали о том, сколько кто работал по обязательным повинностям).

тирпейлĕ

(тирбэjлэ̆), аккуратный, любяший порядок. Приличный (во всех отношениях). Ст. Чек. Тирпейлĕ ача. || В см. наречия. Ст. Чек. Вăл хăне хăй тирпейлĕ тытат, унăн тумтирĕ тирпейлĕ. Ходар. Шатрана (оспу) вĕсем пит тирпейлĕ пăхаççĕ. Шатрапа выртакана пĕр çын анчах пăхать, унта тĕрлĕ çын пырса çавăрăнкаласа çӳремеçт (не всякий ухаживает за больным оспою). Кан. Шакирăв завхоз 134 качака тирне питĕ тирпейлĕ тиесе тухса кайнă çав урапа çинех. ТХКА 89. Эпĕ япалана тирпейлĕ тытап та, тумтире те эпĕ тасарах тумланатăп. N. Ну вара хăй пит тирпейлĕ вилчĕ. Ни вар-витти тухмарĕ; тула тухма та çын çавăтса тухман пĕре те. || Экономный. N. Вăл пит тирпейлĕ (экономен): ăнланмасан, кун пек кĕнекешĕн укçа ямĕччĕ. ГТТ. Пурте: вăл питĕ тирпейлĕ, салатмас (не расточает), теççĕ.

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

тунсăхла

(тунзы̆хла), скучать, соскучиться, тосковать, стосковаться. Хурамал. Тунсăхлатăп = курасшăн пулатăп, ыйтатăп. N. Аш çиме тунсăхласа, вĕсене (пăчăрсене) пит нумай çинĕ. N. Пит тунсăхланине кура, ăна уллаха чĕнтĕмĕр. N. Эпĕ, пурăнсан-пурăнсан, тунсăхларăм. Ст. Чек. Тетĕшне тунсăхланă; хура çăккăра тунсăхларăм (выражает чувство человека, которое испытывает он, быв долгое время лишен чего-либо и потом получив этот предмет). Альш. Çемьене тунсăхларăм, соскучился по семье. Турх. Сарă ача сарăхать, хура хĕршĕн тунсăхлать. Сред. Юм. Килтисĕне корманни нăмай полать те, тонсăхларăм ĕнтĕ, киле каяс килет. Конст. чăв. Хăйсем питĕ тунсăхланă — эпĕ чăвашла шăкăлтатса калаçнинчен нимĕн ыйтма пĕлмесĕр пĕтĕмпе тĕлĕнсе, савăнса итлесе ларчĕç. Суждение. Ачана пĕччен пурăнма кансĕр пулнă, вăл тунсăхла пуçланă. Питушк. Ах, тонсăхларăм çантан (соскучился), тет. N. Тем тĕрлĕ тунсăхларăмăр. N. Нумайранпа пĕр-пĕрне курмасăр тунсăхларăмăр. См. Paas. 173. СПВВ. МС. Эпĕ тунсăхларăм пӳртре ларса (стосковался).

тупăш

(тубы̆ш), топăш (тобы̆ш), божиться, клясться. Сред. Юм. Иккĕш пĕрне пĕри хошса топăшса пĕтрĕç. Всячески божились, сваливая вину один на другого. Бгтр. Вăл каллях тупăшма тапратрĕ, тет: мана çакăнта ларнă чухнех начарлат (сделай худым), тесе калать, тет. || Спорить. N. Кам малтан çитĕ, тесе, тупăшаççĕ. N. Эпир унпа пĕр кĕренке мыйăрла тупăшрăмăр. В. Олг. Топăшса эреке ĕçни (на спор). КС. Ваттисем тупăшса тавлашма хушмаççĕ. Капк. Хветĕр ятлă ача, пĕр атăçăпа тупăшса, 2 кĕренке пыл çисе янă. || Соревноваться. Шурăм-п. Тырă выракансем тупашса вырнă пек выраççĕ. N. Вар хушшине çитсен тупăшса çырла пуçтарма тытăнтăмăр. N. Пĕтĕм тĕнчипех халĕ кун пек ероплансене тем тĕрлĕ улăштарса тăваççĕ, тата кунĕн-çĕрĕн тупăшса вĕçеççĕ.

туртăн

, тортăн, (турды̆м, торды̆н), тянуться, тяготеть, стремиться. N. Малалла туртăна пуçларĕ. Никит. † Тĕклĕ ураллă тăмани, туртăнать-туртăнать — чăхсем патне çитеймест. Курм. Тортăнса хопарчĕ, потянулся руками (напр., гимнаст). Слеп. Туртăнса сӳлет (тяжело). Лап-к. Вăл, тортăнсан-тортăнсан, вĕçсе тухса кайрĕ. Полтава 116. Вăрçа пăхать савăнса, чунтан вăрçа туртăнса (стремится). Ир. Сывл. 9. Пурте туртăнаççĕ кĕввĕме. N. Шăни туртăнчĕ-туртăнчĕ, ниепле те ĕçĕрнсе каяймарĕ. Муха трепыхалась, но не могла отстать от бумаги. Изамб. Т. Пирĕн йытă вите еннелле туртăнса вĕрет. Тайба Б. † Кăвак лаша тăрат карăнса, тилкеписем тăрат туртăнса, йĕслĕ йĕвенсем те пуçĕнче, вуник урлă кутлăх çийĕнче. N. Чунăм пĕтĕмпе хавасланса кайрĕ. N. Ун чухне çавăнпа та шкул енне туртăнакан сахал пулнă. Кан. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех çутталла туртăнаççĕ. Изамб. Т. Ун чухне пуяннисем юрлăсене ыраш кивçен пама туртăнман. || Упираться, упрямиться, ломаться. КС. Туртăнса тăрать (не решается). N. Ăна пулăшасран туртăнса ан тăр. N. Эсĕ мĕн чухлĕ туртăнса тăратăн, çавăн чухлĕ вăл сана тимлесе йыхăрать. СТИК. Аслă акăшне калама параççĕ (дудку), тет, илмест, тет, туртăнат, тет. N. Чĕлхĕне вĕренмесĕр туртăнса тăрас(си) çук. Чем люди живы. Михала туртăнса-туса тăман, улпут таварне илсе сĕтел çине сарса хунă та, хутласа каса пуçланă. Кайсар. Вăл калаçĕччĕ те, ваттинчен туртăнат. || Отступать. N. Эпĕ: атте мар пулĕ ку, çынсем ашшĕсем пекте тумланман, тесе шухăшласа каялла туртăнма пуçларăм. || Худеть. СТИК. Çын ĕçпе мар, хуйхăпа пит хытă туртăнат. КС. Лаша туртăнчĕ (похудела несколько от сильной работы). Ст. Чек. Туртăннă = начарланнă, похудел. Сред. Юм. Лаша тортăнчĕ, сăхăнчĕ (похудел). Якейк. † Туйăран туйя çӳресе тор лаши та тортăнчĕ, çӳрен лаши та çухелчĕ. Чума. Пичĕ-куçĕ туртăнса шап-шурă пулса, тем тĕрлĕ йывăр хуйăха ӳкнĕ çыннăн пек пулать. О сохр. здор. Акă лаша та, инçе çултан килсен, туртăнать (худеет). Яргуньк. Ати пачĕ кăвак лаша, савса паман япали кӳлнĕ-кӳлмен туртăнчĕ. || Падать (о волосах). Байгул. Çӳç туртăнсан, çын çиет, тет. (Поговорка). || Заволакиваться. Чув. пр. о пог. 168. Туртăнать (тонкие белые полосы, будто натянутые поперек небесного свода). || Куриться. Орау. Чĕлĕмĕ туртăнмасть, питĕрĕнсе ларнă (не курится).

тус

разбрасывать, раскидывать, разметать, приводить в беспорядок; распыляться; разбежаться; разорнть. Толст. Тусан туснă, шăрăх пулнă. Букв. 1904. Асатте пирĕн тусан пек тусать (разошелся, распалился гневом, раскричался), ялан: тухăр та кайăр! тесе кăшкăрать. N. Тусса пыраканскерсем, тĕрлĕ енелле салана пуçланă. N. Ăçта карта-хура çук, унта юрлăх тусать (= саланать, как бы распыляется). N. Вăл тустарнă (вар. туснă, разоренный) хуласене вырăнаçать, кĕç йăтăнса анас пек ларакан пăрахăç çуртсенче пурăнать. N. Пĕри те пулин: усал (чорта) куртăм, тесессĕн, сурăх кĕтĕвĕ кашкăртан тарса тусса пĕтнĕ пек, йăлт тусса пĕтĕпĕр (все разбежимся). Богдашк. Мамăк шурă калпак час тусать. Кильд. Çӳç-пуç туснă; пӳртри-çуртри япала туснă. Ст. Чек. Куçĕ тусса кайнă (у сильно пьяного). Ib. Ху умăнтах япалу, туснă куç, çавна та тупаймастăн (ничего не видишь). Ib. Туснă куç — ӳссĕр çыннăн.

Тутаел

Тутиел, назв. сел. Мелекесск. р., Куйбыш. края. Изамб. Т. Урăх тĕрлĕ Тутаел, вырасла Филиппăвкă теççĕ.

тутăлă

, тутăллă, сытный, питательный. Пухтел. Тутăла апат, сытная пища. Баран. 99. Ĕне тĕрлĕ тутăлă çимĕç парат.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тухса кай

пройти сквозь; уходить. Артюшк. Касса, çул туса тухса кайнă. Сюгал-Яуш. Хама çĕтĕк алшăлипе ял хушшипе тухса кайма та намăс. || Вылететь. N. Ах, тур курасшĕ! тухса карĕ. || Выйти замуж украдкою. Лашм. † Ялта ырă çын ачисем пит нуммай, ытмасăр тухса ан кайăр. Ib. Ачи ăсне пĕлмесĕр эпĕ тухса каяймăп. Юрк. Ӳси-ӳсми ачана тухса кайса пулмарĕ. ЧП. Илтнĕ пулăр, хĕр-çынсем: çула каяс пулсан та, тухса каяс ан пулăр. N. Пĕр хĕр тухса каймалла, терĕç. N. Качча тухса карĕ. Ёрдово. † Аттен хĕрĕ сар хĕрĕ, сар хĕр тохса кайсассăн, аттен илем каять. Юрк. † Вунçичĕ çулхи хĕрĕн тухса каяс сасси пур, кайин-кайин, кайтăрах, пире валли тата пур. Ст. Чек. Тухса кайнă хĕр. Изамб. Т. Микула Маруçĕ кĕçĕр тухса кайнă, тет (вышла украдкою замуж). Альш. Тухса кай, выходить украдкою замуж, а туйпа кай — как следует, со всеми обрядами и церемониями. N. Вăл Анок тохса кайма тăни чăнах вăл. || Обратиться, превратиться. N. Çапла хăтлана Иван каллах кĕлĕмçе тухса кайнă вара. || Уволиться со службы. N. Стрелок (лесник) тохса карĕ (уволился, получил расчет?). N. Тухса кай, ступай (я тебя увольняю). || Происходить. БАБ. Çав Павăла çав пирĕн ялсем çав пирĕн ялсене чӳк таврашсем тума вĕрентсе хăварнă чăвашран тухса кайнă, теççĕ. Четыре пути. Пур тĕрлĕ усал та эрех пирки тухса каять-ĕçке, тетчĕç. || Проходить (срок). Кан. Вăрман илес срук тухса кайсан, вулăса тин хут салатрĕ (разослад извещение). || Оканчиваться. N. Çăварни тухса кайнă каç. Ядр. † Çăварни, çăварни, терĕмĕр, çăварни тухса кайнине сисмесĕрех юлтăмăр.

туш

туша. Юрк. Тĕрлĕ япаласемпе сут тăвакан ватă хуçа ирхине ирех тăрсан, ăнсăртан курах каят: хăйсем патĕнче тарçăра пурнакан пĕр çынни пĕр сурăх тушне сутма хатĕрлесе хунине тытăннă хӳме урлă тепĕр енне ывăтма.

тӳнклеттер

понуд. ф. от тӳнклет; бить. КС. Паян туйра пĕр мăн параппана кунĕпех тӳнклеттерчĕç. СТИК. Сӳс тĕвеççĕ пулĕ, пит тӳнклеттереççĕ. Ib. Хӳмене пĕрене пуçĕпе тӳнклеттереççĕ. (Звук, производимый бревном, если ударить о стену). Ib. Пуçран çав тĕрлĕ тӳнклеттерме юрать-и!

тӳр кил

удаваться, приходиться. Баран. 122. Кирлине кура çынсем тĕрлĕ йывăç касаççĕ, тӳр килсен ваттине, çамрăккине тиркемеççĕ. Ib. Шет пĕр чарăнмасăр кунĕпе кайма тӳр килĕ. Ib. 125. Тӳр килсен, мĕн те пулсан çимелли те тытса кĕрет. Ib. 200. Вырăссенĕн Наполеона хирĕç тухма тӳр килнĕ çарринче мĕн пурĕ те (всего на все) 290 пин анчах пулнă.

тӳрĕрен

прямо, прямиком, напрямик. Н. Карм. N. Кӳ хăй те лашă кӳлсе тӳрĕрен кайрĕ, тет. Сиктер. Ку арăмĕ упăшки кайянах, часрах тăрат, тет те, урăх тĕрлĕ тумланса, упăшки пырас çул çине тӳрĕрĕн часрах чупса тухать, тет. || Откровенно, честно, прямодушно, по правде. Юрк. Мĕн ыратат? тесе ыйтсан, сыввисем, тасисем хăйсене илессине пĕлсе, паллă, тӳрĕрен: нимĕн те ыратмаст, тенĕ. N. Тӳрĕрен калан тăванне юраман, тет. N. Ку тӳрĕрен: эпĕ хуралла çӳреме пит юратмастăп, тет. Халапсем. Атя, тӳрĕрен сут тăвар (Торговать).

тӳрĕрен тӳрĕ

очень прямо, кратчайшим путем; напрямки. Панклеи. Тилĕ тӳрĕрен тӳрĕ карĕ те, каяллах (опять) опа омне тоххăр. Рак. Чăнлă ĕлĕк кукăр-макăр тĕрлĕ çĕртен юхнă, унтан ăна тӳрĕрен тӳрĕ алтса янă та, çав вырăнпа халĕ вăл пысăк çырмах туса кайнă (образовала). Якейк. Арăмĕ тӳрĕрен тӳрĕ кайса çол тваткалне йомăç полса ларнă. (Из сказки).

тăваткал

(ты̆ваткал), четыреугольный, квадратный. Ёрдово. † Тăваткал çытар тĕрлĕ пит, сарса ан хорăр — лармастăп. Тюрл. † Тăваткал çаран тват çаран, çăлассинчен пухасси. Пазух. Тăваткал çерем çĕр-çырли, çырли нумай, çĕр сахал. ЧП. Тăп-тăваткал. N. Тваткал куçлă, клетчатый. || Квадратная или четыреугольная площадь. N. Урам тăваткалĕ, площадь. N. Эпĕр тăракан вырăн 8 çухрăм тăваткалĕ, лупам вырăн, питĕ тӳрем. Ходар. Пĕремĕкне çуррине пиччене пачĕ, çуррине çул тăваткалне, куçсем кайма, еçсе пăрахтарчĕ. Пăрахнă чухне ак çапла каласа пăрахаççĕ: ырă урапа çуна йĕрĕ, çак куç ăçтан килнĕ, çавăнта еçсе пар, тет. (Из обряда „куç чĕлхи вĕртерни“ во время „шатра“). N. Акă ял варринче, пĕр пĕчĕк тăваткалта, шкул çурчĕ... пысăккăн курăнса ларать. || Мера земли. Магн. М. 44. || Особая кладка снопов, когда ставят верхушками вместе с четырех сторон по одному или по два снопа, наверху один сноп (входит 15—20 снопов). Чертаг. || Назв. особого платка, размером 21/2 четверти в длину, 2 четверти в ширину. Атмал-к. N. Тăваткала, хĕр кĕрӳ килне кĕрсен, пуç сырас умĕн, пуçне витсе тăнă. Уна кĕçĕн-кĕрӳ ташласа илнĕ. Уна вара кĕрӳшĕ сылтăм алăн кача-пӳрнине çакса çӳренĕ. Тăваткал пӳркенсе тăнă чух хĕр аллисене чăмăртаса сăмса патĕнче тытса тăнă. || Назв. растения (козловка). Абыз. КС. Тăваткал, иначе: кашличĕ, граненый ствол, едят.

тăвлаш

то же, что тăвăллан, раздражаться. Нюш-к. Çав тĕрлĕ аван çăвакан çăмăра хисеплеменнине кура чунĕ тăвăллашать çакăн.

тăк

(ты̆к), лить, выливать, проливать. Янтик. Тăкайрас ăна ушкĕнпех (вылить и больше ничего), хуçа ан та пĕлтĕр унта мĕн пулнине. СТИК. Вăт ĕнтĕ тăкат. Вот уж льет (о сильном дожде). Орау. Эй тăкать-çке çăмăрне. ПТТ. Çав çын тем тĕрлĕ килсе тăкса антарас çумăра та сирсе ярат, теççĕ. (Петĕркке шăтăкĕ). N. Тăранса, тумланса пурăнас тесен, малтан тар тăкса ĕçлемелле, || Сыпать, просыпать, рассыпать. N. Ыраша çил тăкрĕ. || Ронять. Пазух. Мăкăнь çеçке тăксассăн, каять пахча илемĕ. ЧП. Мăкăнь çеçкисене çил тăкать (обивает). СТИК. Çĕмĕрт чечекне тăкрĕ (отцвела). || Стрелять. Демидов. Унтан кăсем тата тăка пуçларĕç, тет, кăсем çине стреласем. || Тратить, расходовать, издерживать. N. Мана сарă ерчĕ те, çампа пĕр маях укçа тăкатăп. Хĕн-хур. Вăл чирлесе выртнă вăхăтра лекĕрпе лекартсăшăн мĕн чухлĕ укçа тăкрăмăр эпир. Чăв. й. пур. 12. Куншăн, нимĕнсĕр укçа тăкса çӳренĕшĕн, ашшĕ татах вăрçмалла пулчĕ вĕт ĕнтĕ. || Вывозить, валить. N. Эсир пăха ăçта тăкас тетĕр? || N. Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнтен кун пĕтрĕ; шуралса шурăм-пуç килнĕ чух арăмăнтан уйăрăлтăн (хĕрелсе хĕвел тухнă чух хĕр-тантăшсенчен уйрăлтăн); тăр-кăнтăрла çитнĕ чух йăхран-тĕпрен уйăрăлтăн. (Юрлаççĕ тăкма тухнă чух, ăсатнă чух юрлаççĕ). || Иметь урон. N. Халăх тăк, иметь потери людьми. || В качестве вспомог. гл. N. Эпĕ илнĕ пĕренене касса тăкса пĕтернĕ. N. Темĕн чухлĕ тупă кăларса тăкнă (наставили?). N. Каласа тăк. Кан. Подпискă адрĕсĕсене чĕрсе тăкнă. Ib. Юлашкинчен уçăп кăмакине пĕрер кирпĕчĕн ывăтса тăкрĕ. N. Çийĕнчен тумтирĕсене çуркаласа тăкса... Шибач. Вăл хота çĕтсе тăкрĕ хоçи арăмĕ (изорвала и бросила). Хăр. Паль. 14. Кăна вăл лайăх çеç ятласа тăкрĕ. Ырласа тăкни мĕне? — Кирлĕ мар. Ib. 14. Тăван сассене хурласа тăкрĕ. Итлемесен пурсăра та касса тăкăпăр, тенĕ. Собр. † Пус кутĕнчи кăвак пăр; касса тăкман пулсассăн, ĕмĕр иртĕ, терĕç пуль. Курм. Ан кала-ха, ак эпĕ сана халех хĕнесе тăкăп. Чебокс. Тарçи пĕтĕм сурăха пусса тăкрĕ, тет. Качал. Çав карчăк хĕçпе касса пăрахрĕ, тит, Йăвана та, кайса тăкрĕ шыв хĕрне. Альш. † Ютсем йышлăн, эп пĕччен: калĕçĕ те тăкĕçĕ; калас сăмахăма калаймăп.

тăкăн

литься, выливаться, проливаться; сыпаться, осыпаться, падать. Баран. 139. Çырмасем ĕмĕр-ĕмĕрех тинĕселле юхаççĕ, çапах тинĕс тулса тăкăнмасть. Пухтел. Кăвас тăкăнса пĕтнĕ. Тесто ушло. ПВЧ 131. Юри кайрăм вăрмана çулчĕ-çулчĕ тăкăнса пĕтнĕ чух. N. Хирте тырă тăкăнса выртать (осыпается). N. Йывăç çинчен йор тăкăнать. N. Тĕк-мамăк тăкăнни. N. Тăкăннă иккен хĕрлĕ улми çилпелен. О сохр. здор. Çав хупăланса юлнă чечек вара, пĕр виç-тăват кун тăрсан, тăкăнат. ЧП. Нуммай лармĕ, час тăкăнĕ (сар чечек). N. Нарута чавсапа тĕртсе ярса нарут пĕтĕмĕшпе тăкăннă, тет. (Из сказки). Сред. Юм. Ыраш тин çиç ешлĕччĕ, пĕр май уяр полчĕ те, тавна тăкна пуçларĕ. N. Ыраш, тутти, тăкăнать, пĕр май çил тăрать. N. Камăн темĕн тĕрлĕ ылтăн-кĕмĕл тăкăнса выртать? N. Вĕсен кĕлечĕсем тăп-туллиех: хăшне пăхнă, вăл тăкăнса тăрать. О сохр. здор. Çав чирлĕ çынтан тăкăннă япаласем (при оспе)... Яргуньк. Çав кӳлĕ куçнă чухне пулăсам тăкăнса юлнă. || Выпадать, вылезать. Трахома. Куç-хупаххи шыçса кайнă, хăрпăхĕ тăкăнса пĕтнĕ. Ала 95. Ачин вара ури чĕрнисем пурте хăрса типсе тăкăннă, тет (от обморожения). || Валиться. Орау. Виçсĕмĕр те пĕр вырăн çинех тăкăнатпăр (о спанье). N. Эпир харăс-харăс пере-пере, тăшмансем утă çулнă пек тăкăнчĕç. N. Эх, мăн-тарăн çемйисем, тăкăнса юлчĕç Тилечер ялин варрине! N. Хамăр кил-йышĕпе сĕтел тавра шĕкĕр ларса тулнă. Тутах тăкăнмасть. Саккăрăн çав хамăр. || Слетаться на озеро (о птицах). || Расходоваться, тратиться, издерживаться. Юрк. Ахаль тăкăнса çӳренни анчах. Только бесполезные расходы (а толку нет). || В качестве вспомог. гл. Букв. 1904. Шăвăç хыçлă лайăх çунасемпе чĕннĕ хăнасем килсе тăкăнчĕç.

тăла чĕлхе

„таловый язык“. Ст. Чек. Тăла чĕлхе çавранайман пĕр тĕрлĕ йывăр сăмах калама.

тăлан пӳ

тело, туловище. N. Карчăкăн хуйхăпа типшĕрсе кайнă тăлан пӳ çинче... ӳт-пӳлĕ хĕр-арăм курăннă. Этем йăх. еп. пуç. кай. 26. Унăн палеонтологи ятлă пайĕ пур; ку тĕрлĕ вăхăтра пураннă чĕрчунсен шăммисем тăрăх тăлан пĕвĕсем (орканисăмĕсем) мĕнле пулнине сăнаса пĕлет.

тăлмачă

то же, что тăлмач. N. Пуринĕн те чирсенчен сыватмалли хастарсем пур-и? Пурте тĕрлĕ чĕлхепе калаçаççĕ-и? Пурте тăлмачăсем-и? N. Хăшне тĕрлĕ чĕлхе пĕлме, хăшне тăлмачă пулма вĕрентет. N. Вăл, пичĕшĕсене пĕлмĕш пулса, тăлмачă урлă сăнаса тĕпченĕ.

тăман

(ты̆ман, тŏман), пурга, буран, метель, вьюга. N. Хирте тăман вĕçтерет. Б. 1З. Тухман çын тухсан, тăман тухать, тет. ЧП. Чалăш тăман çул шăлать. Баран. 87. Кутсăр-пуçсăр тăман тухрĕ. Ib. 161. Çынсем, кĕтӳсем тăман айне пулса вилсе пĕтеççĕ. N. Пĕр виç кун пулчĕ куçа уçса пăхмала мар тăман. Çамр. Хр. Асар-писер тăманĕ тухса ахăрать. N. Куç курми тăман пулчĕ. N. Тăман çусан, ăшăтат (буран и метель), N. Уя тухмалли те çук, тăман мăкăрлантарать. Юрк. Вут хутсан, вучĕ шатăртатса шăрăх çунсан, тăман пулат. Шигали. Тухман çын уя тухсан, тăман тухнă, тенĕ пек, эпĕ Ишеке килтĕм те, ман тĕлтен телейĕ те таçта кайса кĕчĕ. Юрк. Çитменнине тата çанталăкĕ те мĕн тĕрлĕ, куç уçса пăхма çук, тăман пулчĕ. Тулăн-шалăн çуреме çук. Арçури. Тохман çын тохсан, тăман тохать, тет. Якейк. Куç-пуç корми тăман вĕçтерет (буран). Альш. Çуранлă тăман çул шăлать. Изамб. Т. Куçа уçса пăхма та çук — тăман. Толст. Йытăсем тăман кăларса кашкăрпа кĕрмешни курăна пуçларĕ. СТИК. Тăман вĕçтерет, пуржит, мятежно. (В слове тăман — метель, „ă“ короче, чем в слове тăман — невстал). Сред. Юм. Çăмăрĕ: эп çĕр витĕр каяп, тесе калать, тет; тăманĕ: эп йĕп çăрти витĕр кĕреп, тесе калать, тет. (Нар. поговорка). Ib. Тăман поснă, буран застиг. || Снег. НИП. Тăман çăвать. Идет снег (при ветре, в не очень холодную погоду). Абыз. Аялтисем (сидевшие внизу): ак ăш тăман кайăк пуçĕ пек çăвать, тесе хĕпĕртерĕç, тет. Юрк. Шурă хăрпулă çĕлĕк çĕр аллă сум, тăхăнаймăп йĕпе тăманта. Ст. Чек. Тăман пусса илнĕ (не видно дороги, снег залепляет глаза). Т. IV. Çĕнĕ çул каç тăман çукаласан, мăйăр пулат, теççĕ. Якейк. Тăман çăвать = йор çăвать. || Туман. Пшкрт.

-тăр

должно быть, наверное, возможно, пожалуй. Альш. Çавра кӳлте ик хăмăш: пĕрин пуçĕ уйăх-тăр, теприн пуçĕ хĕвел-тĕр. СПВВ. Çав-тăр. СТИК. Çавă килсе карĕ-тĕр? — Вăл мар-тăр? Должно быть (наверное), это он прошел? — Не он, чай. ГТТ. Ывăл пулат-тăр, хĕр пулат-тăр, мĕн пулат-тăр, турă мĕн парат. (Из разговоров женщ. о беременности). || Вероятно. Альш. Çапла-çапла тăватăн-тăр. Вероятно, тебе придется сделать вот так и так. || Может быть. N. Ыранах ун тухмалла-тăр — пĕлместпĕр. || Употребляется для большего оттенения мысли N. Мĕшĕн кăна-тăр ĕнтĕ (почему-то): ку енчи чăвашсем, çав пĕр 13 ял çынни, пурте пĕр пек калаçаççĕ, тумланаççĕ... || Или-или. N. Кӳлсенче тĕрлĕ ӳсекен япаласем, курăк-тăр, йывăç-тăр, çĕрсен, шывпа вăл çырмана юхса тухаççĕ. || Баран. П. Тăлăп-тăр, мĕн-тĕр, нимĕн те кирлĕ мар. Не надо никакого тулупа и т. под.

тăра-тăра

современем, погодя. N. Çапла хăшин тăра-тăра куланайĕ темĕн чухлĕ пуçтарăннă. Юрк. Тара-тăра ытти тĕлĕсене те çапла тĕрлĕ хуралтăсем-мĕнсем лартса тухĕçĕ. Толст. Тăра-тăра каç та пулса çитнĕ.

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

тăрăш

стараться, прилежно относиться к делу. Юрк. Пирĕншĕн вăл темĕн тĕрлĕ тăрăшнă. Янорс. Атте ман çĕр ĕçлесе пурăннă, тата умаççи пахчи тăвасшăн нумай тăрăшнă. N. Тем пек тăрăшсан та, ухмахран çӳлĕ пулаймăн (или: ухмахран çӳле тухаймăн), тесе тарăхнă. Изамб. Т. Эй ачам, тит, хыт тăрăш. Тăрăшни маншăн пулмĕ, хушăн пулĕ. Ib. Хăçан пĕтерме тăрăшатăр (собираетесь, намереваетесь). Кан. Анчах пирĕншĕн тăрăшниех курăнмаст. N. Тăрăшакан, старательный. Тăрăшни, старание.

тăркачă

то же, что тăркач. N. Эпĕ сирĕн пата çӳре-тăркачах эсĕр мана курайманнине сисмен. Переп. Кала-тăркачах çапла турĕ. Все время твердили, однако сделал так (по-своему). Ib. Çие-тăркачах начарланса карĕ. Постоянно ел, но все равно исхудал. Сред. Юм. Кора-тăркачах вăрлаттарса ятăн-а? На глазах-то ты и позволил украсть? Ib. Ман паян çывра-тăркачă куç-пуç шыçса кайнă. Ib. Куйлана-тăркачă чысти типсе хăрса кайнă. Ib. Карчăкпа старик кĕтеç-кĕтеç, тет, ачисĕне, çок, пĕри те тавăрăнмаççĕ, тет, куйлана-тăркачă чысти ватăлса, чух утакан полчĕç, тет. Баран. 176. Эпир те çаплах: грек тĕнне пĕле-тăркачă урăх тĕне йышăнас шухăш тытмастпăр, тенĕ. Ib. 73. Салтаксем çав тĕрлĕ асап кура-тăркачă, крепоç пуçлăхе парăнман.

тăслать

то же, что тăсăлать, тянется. Вĕлле хурчĕ 23. Хуртсем пыл пуçтарас вăхăт (главная взятка) тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ вăхăтра пулать, тăсласса та тĕрлĕ тăслать: хурт пахчи улăх çывхинче пулсан, пыла улăхри курăк чечеке ларнă вăхăтра анчах пуçтарса юлаççĕ.

хай каларĕш

как говорится. Юрк. Мускавра пурăннă чухне пур япаласене те кăтартса çӳренĕшĕн сана темĕн тĕрлĕ тавтапуç, хай каларĕш, ахаль пулсан аташса кайса эпĕ вăл хуларан тухас та çукчĕ.

хаваслан

радоваться, веселиться. Зап. ВНО. Хĕпĕртӳ пулсан, пит ан хаваслан; хуйхă пулсан, ан хуйхăр. Баран. 195. Кимĕпе çӳреме тем тĕрлĕ хавасланса çитнĕ. Ст. Чек. Вăл эп килнине кура хавасланать (радуется моему приходу). Янтик. Ну пит хаваслантăм эп эс килнĕшĕн (обрадовался). О сохр. здор. Эпир вĕсене çиессе те хавасланарах парса çиетпĕр. Изамб. Т. Туйра пурте ташласа юрласа хавасланнă (веселились). Орау. Епĕ, пит хавасланнăскср, пит каяссăм килчĕ. Хурамал. Амăшĕ ачине чĕнсен ачи хавасланса пырать (с радостью). N. Эрехе ватăлса йӳçсе çитсессĕн тин хавасланса ĕçетĕн (с удовольствием). ЧС. Эпир ку тен чĕрĕлĕ тесе, пăртак хаваслантăмăр. N. Пĕрре макрас килет, тепре чун хавасланса каять. КС. Лаша хавасланса чупать (радостно спешит домой). Ib. Хавасланса ĕçлеççĕ. Работают с удовольствием. Ишек. Вăл хавасланнипе хытă кăçкăрса ячĕ, тет. N. Якур пирĕн хавасланса çитрĕ. Ĕçе те темĕн тĕрлĕ маттур ĕçлет, мĕн курать, ăна вĕренме пăха пуçларĕ. Хорачка. Хавасланса каясшăн (стремится).

хак

цена, стоимость, ценность. Начерт. 180. Хак, цена. N. Кулак тырă кивçен парсассăн та, икĕ хака хурса панă. N. Сĕлĕ мĕн хакра çӳрет? N. Тырă хакĕ мĕн хаке (!) çӳретĕ? Завражн. Çавна тусан тин вара пор тавар та, пор çĕрте те тин пĕр хак полĕ. N. Вăл мана çĕр тенкĕ хакне пулчĕ. N. Вĕсен мĕн пур япаласем икшер хак. N. Ăсем хунинчен виç рас ытла хак парса илтĕм. N. Çăмарта мĕн хакпа илеççĕ? N. Тырă хакĕ хаклă мар. Кан. Хаксем çакăн пек тăчĕç. N. Çав тĕрлĕ тарпа тупнă япалаçене çур хакпах тенĕ пек салататăр. Б. Олг. Эп пыртăм пăрçа çăнăх патне, хакĕ пĕр хаках пăрçа çăнăхпа яшкалăх çăнăх. || Б. Олг. Что ыраш çăнăх паян мĕн хак туат-ха? — Тен, илтмен эп, пĕлместĕп-ха эп, çăнăх орамне эп çарăнман-ха. Юрк. Кăсем те хăйсенĕн хакĕсене каласа параççĕ, килĕшеççĕ мĕн тăваççĕ. N. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. N. Кун пек лаша пирĕн алла кĕрейĕ-ши çак хака? Чăв. й. пур. 12. Арманĕ хакĕ ултçĕр тенкĕ пулнă. Альш. Епле пулсан та çур хакалла мĕне килет, тет. N. Хакне хак парса. N. Хакне хума çук, пит паха чул. Изамб. Т. Хакне ӳстер, прибавь цену. Капк. Хайхисем хак татаççĕ (определяют цену) те, тухаççĕ Шупашкара кайма. Якейк. Телянккă илнĕ чох пилĕкçĕр тенке çитиччен хак хăпартса карĕç. Ib. Эпĕр хак хăпартса илтĕмĕр. Мы дали дороже и оставили за собой. Сред. Юм. Хак тунă. Цену положили (определенную). || Должная цена. Аттик. Хакне хак тени — хаклă тăк хаклă тени пулать. СЧЧ. Тата пĕр çыннăн ĕнине хакне хак парса сутăн илеççĕ те, пусмашткăн (?) чӳклеме аста пĕлекен çынна параççĕ. (Çăмăр учукĕ). N. Хакне кайĕ. Альш. Хак килĕш, уславливаться о цене. КС. Нимпа та хакне çитермеççĕ (не дают должной цены). N. Пичу хак турĕ (сказал цену), а эсир тата хак тăватăр. N. Çурма хакпа сутас, ик-виç хак парса илес (за тройную цену). С. Тим. † Хĕр пултăр та, пур пултăр, пурçын кĕпи тăхăнтăр. Пурçын кĕпи укçа хак, пирĕн вăйă тĕнче хак. N. Укçа хакне тăракан. N. Хăй хакĕпе, по себестоимости. N. Вăл пиçиххи унăн икĕ ылтăн хакне тăнă (стоил). Капк. Ун чухне тăвар пăчĕ çирĕм пăт ыраш хакне çитрĕ вĕт. Шел. II. 56. Пĕтĕм хули хакне ӳкнĕ. N. Вĕсене асаплантарнисем çинчен пĕтĕмпех çырсан, хут та çитес çук. Ылтăн витнĕ çурт хакнех çитсе ларĕ. Арзад 1908, 52. Хак кăлар, наверстывать стоимость. Баран. 42. Вара тин (только тогда) асапланса улăхнийĕн (подьёма на гору) хакĕ тухнине сисĕр. N. Атя ĕнтĕ, илсе кай пире. Тăрăшнă хакне тавăрăпăр. К.-Кушки. Эпĕ вăл сурăха чăхă хакĕпе илтĕм. Я купил ту овцу по цене курицы. || Не переводится. Изамб. Т. Ку çыхă пушăт мĕн хак тăрат? Что стоит эта связка лыка? Яргуньк. Мĕн хак пĕр улми? Баран. 160. Çак сурăхсен çăмĕ çеп-çемçе, тем тĕрлĕ хака çӳрет. N. Мĕн хака сотрăн? Хурамал. Какай мĕн хак? Почем мясо? ЧП. Аршăнĕ мĕн хак? — терĕм. Ib. Пĕр чуп тăвасси тĕнче хак. Якейк. Эсĕ мĕн хакпа илесшĕн? Ты сколько хочешь дать? Пазух. † Хăмачă мĕн хак? терĕм те,— сакăрвуннă, теейрĕ. Орау. Юсанă хакне тăмаст. Не стоит починки. N. Çирĕм пакша хакне (тĕшне) тăрать. Стоит 20 белок. || Плата. Изамб. Т. Ик хак тӳлесе (двойную плату). Рак. Илĕр, хĕрсем, панулми, хакне хамăр тулĕпĕр. Бес. чув. 6. Лашине вăл пысăк хак парса илмен пулсан та, ун телейне лайăх лаша пулнă. || Плата за работу. Б. Олг. Каран хуа арлат, арласа çитеримест, çынна парат арлама; кĕренкки арлама вонçичĕ пус, хакне тӳлет ĕçленĕшĕн. N. Вырма мĕн хак? Юрк. Улпут мана Пăва уесне ярат, хакне З60 тенкĕ çулталăкне турĕ. || Прибыль. Баран. 24. Пĕр çын пĕкĕсем авса, вĕсене хака сутса пурăннă. || Престиж, авторитет. N. Çапла вара хăй хакне çын умĕнче те çухатать. N. Вĕсене пурне те килнĕ вилĕм хакран кăларчĕ. N. Тарăс-тарăс Татьене, укçа парсан Укçине; упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук! Халăх çинчи хак! Сунчел. Халăк çинче хак! (Кулаççĕ). || Дорогой, ценный. ЙФН. † Хусан лаши — хак лаши, хак лашаран хăрамарăм, вăрă-хурахран хăрарăм.

хака хур

ценить. N. Навуса питĕ хака хураççĕ. N. Хака хунă поссылккă (ценная) никçан та çухалмасть. Баран. 22. Вĕсем ку шăрçана тем тĕрлĕ хака хураççĕ.

халат

суконная поддевка с откидным воротом. Тюрл. Халат, суконный кафтан с подкладкой. Сред. Юм. Халат, поддевка у мужчин. ЩС. Халат, женский и мужской верхний костюм с борами. Чутеево. Халат, поддевка. К.-Кушки. Пирĕн арçынсем те хĕрарăмсем те халат (поддевка) тăхăнаççĕ. Ст. Яха-к. Ун чухне çамрăк яшă ачасене ахаль чухнехи пек çăпатапа çӳренине кураймăн; пурте атăсем, хĕрлĕ кĕпесем, халатсем (поддевки) тата картуссем тăхăнса çутăлса çӳреççĕ. ТХКА 87. Майрисем халат пӳркенсе пичĕсене витсе лараççĕ. || Халат. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана.

хамăрти

близкие нам; с нашей стороны. N. Ялтан та яла эпĕ çӳрерĕм, тупаймарăм хамăрти тăвансене. Хамăр тĕрлĕ, как сами. Хам вĕççĕн, (я) сам один, сам собою, в одиночестве. Сред. Юм. Хам вĕççĕн çиç çисе тăранкаласа пôрнап та, апат та хакла ӳкет.

хапăр тĕрлĕ

врозь, отдельно. Сред. Юм. Асĕм те харпăр тĕрлĕ полнă тет полас. Говорят, если братья стали жить врозь.

харпăр хăй

каждый сам. Ст. Яха-к. Çăварни ыран тенĕ чухне, шăматкун каç, çынсем пурте камăн мунча пуррисем мунча хутса кĕреççĕ. Харпăр хăйĕн мунча çуккисем çынăнне хутса кĕреççĕ. Авралий (б. Ставр. у.). Кĕрписене, пашалусене харпăр хăйĕх леçеççĕ (приносят туда). СПВВ. ИВ. Харпăр хăй = харам хăй. N. Ăна харпăр хăй çисе пĕтермелĕх пухăр. СТИК. Кашни çын харпăр хăйшĕн йĕретчĕ. || Каждый в отдельности. Вăл хăй вилнĕ чух ывăлĕсене харпăр хăйне пилленĕ. N. Харпăр хăвăршăн анчах ан тăрăшăр, ыттисемшĕн те харпăр хăйне тăрăшăр. Чхĕйп. Тата унта пыракан ытти çынсем та харпăр хăй пĕрер, икшер, виçшер çăмарта илсе пынă (приносили). Сборн. по медиц. Ачасенĕн пуринĕн те харпăр хăйне ĕмкĕчĕ. Кан. Кашни ялне харпăр хăй çумне вăрман парасшăн вĕсем. Ib. Харпăр хăй ăслă çынăн харпăрхăй тĕслĕ виçе. || Каждый сам по себе. Истор. Вара вĕсене харпăр хăй тĕрлĕ (каждый сам по себе) пурăнса, йĕркене ан пăсчăр тесе, çав уккас тăрăх усра пуçланă. N. Кашни харпăр хăй тĕрлĕ савăнаççĕ. N. Кашни вăхăтĕнче харпăр хăй тĕслĕ ĕç. || Свой, собственный. Сред. Юм. Пичĕшсен ӳчĕсен çôмне пуçĕсене çыпăçтарса, аппăшĕ тôтрине сôлларĕ, тет те, пичĕшсем порте çын пôлчĕç, тет, анчах пуçĕсем харпăр хăйĕн мар (головы перемешались), тет. СТИК. Харпăр хăй (или: хархам хăй) çемйинче. Ib. Харпăр хăй (или: хархам хăй) ачи-пăчи хăйĕнчен ытлашки мар (нужен). Ib. Кашни çын харпăр хăй ĕçне туса тăмалла. N. Пур кунта та, пур тĕлте те харпăр хăй ырă ĕçсем пур. Истор. Илсе пынă кайăксем пурте харпăр хăй йăвине тавăрăннă. N. Эпĕ тăван чĕлхепе вĕрентме юратарах паратăп, мĕшĕн тесен харпăр хăй чĕлхипе ăнлантарма çăмăлтарах. Самар. Кашнийĕн харпăр хăйин кĕнеки пулмалла. У каждого должна быть своя книга. Ib. Кашнийĕнех харпăр хăй кĕнеки пулмалла. N. Эсĕ те мĕн пуçтармалл не пурне те пуçтартăн, харпăр хăй вырăнне вырнаçтартăн. ТХКА 31. Кашни çыннăн пит шăлмашкăн харпăр хăйĕн алшăлли пулмалла. Туперккульос 16. Кашни харпăр хăй евĕрлĕ чирлет. Виçĕ пус. 5. Пур йăвăç-курăк та харпăр хăй майлă тăранса пурăнать. Капк. Камăн вĕренес килет, харпăр хăй вуттипе вĕренĕр, терĕ. Эпир çур. çĕршыв 9. Пахчара пире кашнине харпăр хăй тӳпе йăран параççĕ.

харшака

то же, что харси. Наличники (?). СПВВ. Байгул. Шур ампарăн чӳречи харшакисем чĕнтерлĕ. ЧП. Шурă лаçăн чӳречи тĕрлĕ иккен харшаки.

хас

назв. какой-то верхней одежды. Чăв. юм. 1924, 59. Тĕрлĕ пурçăн кĕпесем, кăвак пуставран хассем çĕлетсе, пит муллă хĕр пулса тăнă. N. Капан айĕнчен хас туртать. (Çăм авăрлани).

хып

загораться, разгораться, охватить огнем. Кан. Вучĕ малтан Бочкарев килĕнчен (сарай хыçĕнчен) хыпса илнĕ. Унтан юнашар кӳршĕ Миронов килне хыпса илсе çунма тапратнă. N. Çурта вут хыпса илсессĕн, когда огонь охватил здание. КС. Ял хыпса карĕ (çунса карĕ). Ib. Вут пӳрте хыпрĕ (изба загорелась). Яжутк. Е тĕкӳ-çӳçӳ шăнсассăн? — Вут хурăп — ăшăнăп. Е хыпса кайсассăн? Тапăп, тапăп — сӳнтерĕп. Б. Хирлепы. Атя, апи, пӳрт хыпса каять, тесе калать, тет. N. Хĕрсе çитсен, вут хыпать. N. Вут çулăмĕ хыпса илнĕ пек. N. Вут пек хыпса çунни! Питушк. Пӳрт хыпса кайрĕ. Изба загорелась. Вино — яд. Çуртсене хут хыпса илчĕ. КС. Краççина вут тивертсен, хыпса илет (вспыкивает). Хорачка. Хыпат анчах, вочă çонат. Ib. Ял хыпса карă (сгорела). КС. Ял хыпса карĕ: 1. загорелась. 2. сгорела (быстро) сильно. Орау. Пĕтĕм пӳртне вут хыпнă та, пӳртне кĕресшĕн тăрать. N. Çынсем пухăнса та çитеймерĕç, вут тата икĕ киле хыпса та илчĕ. Юрк. Ваçук чĕлĕм те туртмаст-çке, ку епле тĕктăмал кĕлет тăррине вут хыпрĕ-ши? теççĕ. N. Ун умĕнче вут хыпрĕ. || Жаждать. N. Ĕçес килсе унăн тӳсме çук ăш хыпнă. ЧП. Ăшăм çунать, чĕри хыпать. ТХКА 104. Ман чĕре татăлас пек сикет, ăшчик вилес пек хыпса çунать. КАЯ. Халь çак Тумия урнă йăтă туллаччен, теме сиснĕ пек, ăшчик хыпса тухас пек çӳреттĕм (горело; тужил). N. Иçĕм-çырлинчен пăчăртаса эрех тунă çĕрте вĕсенĕн ĕçеймесĕр ăш хыпса çӳрет. Чума. Çав хушăра унăн ăш хыпнипе темĕн тĕрлĕ шыв ĕçесси килнĕ. ТХКА 107. Ăш хыпнă, ата шыв анса ĕçер. || В перен. смысле. Желать, добиваться, жаждать. N. Çынна хĕрхенекен çын пирĕн пулăшушăн хыпмасть. || Заботиться, беспокоиться, стараться. N. Министр вĕсене этем картине кӳртес тесе хыпмасть. Кан. Патша халăх сывлăхĕшĕн хыпман. Ib. Çавăнпа çпекулянтсем сутнă таваршăн укçа тĕрĕсех алла илейменнишĕн хыпсах та кайман. N. Алла илме тепле пулĕ тесе хыпса çунатăн. Ст. Айб. Çыншăн çын хыпмасть, тетчĕç ĕлĕк чух, халь пачах урăхла. Полтава 23. Ĕç-пуç тума шутласан, хыпса-ӳксе (необдуманно) тытнас çук. Чуратч. Ц. Карачăмăн вылляс килми пулнă курнать, туйисене аран перет, пуклаккисене тивертесшĕн хыпмасть. || Замаяться. СТИК. Тупаймасăр хыпрăм вĕтĕ чыст (замаялся). N. Кунта килсе хыпрăмăр, чунсем мĕле хăтăлĕ-ши... || Болтать, попусту говорить. Изамб. Т. Ан хып, мĕн хыпса тăратăн. Не болтай, (Соответствует простонародному русскому „не ори“), || Сцапать. || Расходиться (о вещах и пр.). Якейк. Вăрă (семена) паян хыпать анчах, питĕ хытă каять. Ib. Пыççи паян хыпрĕ анчах: никамăн та пĕр пыççи та йолмар. Ib. Ĕç çинчи пак çăпата хăçан хыпни пор (когда расходится), çăпатуна янтла тольккă.

хыпăн

(хыбы̆н), зажечься, разгореться. N. Çуллахи типĕ вăхăтра вут час хыпăнса каять. || Задыхаться, запыхаться. Альш. Хытă килнипе хыпăнтăм (сперло дыхание). Ib. Анне вилнĕ тенине илтсен, пĕтĕмпех хыпăнса ӳкрĕм (не мог дышать). ГТТ. Тăвалла хытă утса улăхнипе хыпăнтăм (запыхался). Ib. Вут тухнинчен хăраса унталла-кунталла чупнипе хыпăнсах ӳкрĕм, нимĕн тăваймастăп. N. Ăна хăвала хăвала çĕр тенкĕлĕх лаши хыпăнса вилме пултарат, тет. N. Кашкăр хыпăннипе ӳкрĕ те вилчĕ. СТИК. Ăçта кайнă ку, чыст хыпăнса ӳкнĕ. Куда он ходил так, совсем запыхался. || Спешить озабоченно. N. Халăх утать хыпăнса. Народ спешит озабоченно. Срв. хыпалан. || Стараться. N. Унпала нумай калаçасшăн ан хыпăн. N. Вĕсем тем чухлĕ хыпăнса çуннă (старались). || Тосковать. Сет-к. Хыпăнать, тоскует. Тюрл. Хыпăнса çăтăнса карĕ (тужит, сердце горит). || Растеряться. Баран. 61. Пĕтĕмпех хыпăнса ӳкнĕ, сывлăшне çавăрса илеймест. Календ. I1911. Хăш чухне темĕн тĕрлĕ лайăх пăхса ӳстернĕ çĕртех выльăх чирлесен, нимĕн тума пĕлмесĕр хыпăнса укеççĕ. Сред. Юм. Хыпăна йолтăм. Говорят в том случае, если событие произошло неожиданно и посделетвия не хорошие. Конст. чăв. Эпĕ ăна курсанах: Инке, сывă çӳретни-ха, тесе чуп-турăм. Инке нимĕн те чĕнеймерĕ, хыпăна юлчĕ. Сноха моя не могла ничего промолвить, у нее перехватило дыхание (остолбенела). В. Олг. Хыпăнса каяс поли = хыпса каяс поли. ЧС. Унăн амăшĕ хăранипе хыпăннипе пĕтĕмпех халтан кайнă, калаçаймаст та. Хурамал. Çав сăмаха илтсессĕн пĕтĕмпех хыпăнса ӳкрĕм (нимĕскер тума пĕлмерĕм, хăраса кайрăм). КС. Хыпăнса укрĕ, может значить: заторопился, перепугался, пришел в возбуждение от ничтожной причины. А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки.

хыпса çун

гореть огнем, ярким пламенем. || В перен. смысле. N. Вĕсен ăшчиккисем хыпса çунаççĕ. || Мучиться в работе. N. Ун чухлĕ тырă тăвасшăн ĕлĕк пайтах хыпса çуннă. || Терпеть беду, горе. КС. Вăл ачисемшĕн нумай хыпса çунчĕ. Сред. Юм. Ашшĕ: ôлтă пичу, пĕр йăмăкăр пĕтрĕ, эсир те кайса çĕтсен, ман кампа пôрнас, виличченех хыпса çонса порнас-и, тесе, нăмайччин ямасăр тăчĕ. Ib. Ачисем нăмайранпа пĕр сасхора та ямаççĕ те, хăй тĕллĕн куйланса хыпса çонса ларать çавăнта. N. Çурт-йĕр таса тытас тĕлĕшрен, тасарах çӳрес тĕлешрен вĕренсе çитеймен-çке эпир! тесе, хам тĕллĕн хыпса çунса выртатăп. Тускел. Хыпса çунат. Страшно горюет. N. Акĕ ĕнтĕ тата хамăрах хыпса çунмалла пултăмăр-и-ха, тет. N. Йывăр кун килсен те хыпса çунмасть. Толст. Эсĕ мана, çак тĕрлĕ хыпса çунаканскерне, кам çине шанса хăвартăн-ши?

хыпаланчăк

спешка. Чăв. ялĕ 1929, № 2, 7. Патне çитсен, пур енчен те хыпаланчăк пулат. || Торопливый. Янтик. Питĕ хыпаланчăк-çке эс! Кăçта васкан эс у тĕрлĕ? Сред. Юм. Пит хыпаланчăк олă, хăнана пырсан ним тума та аптăрать вара, хыпалана тăрать. Абаш. Йăван йăваланчăк, хăйма çиме хыпаланчăк. (Насмешка над Иваном). N. Çиччас! — Кулинен хыпаланчăк сасси пӳртрен илтĕнчĕ.

хысна

(хысна), казна. N. Вĕсем валли хыснаран 90 мĕлюн тенкĕ укçа илнĕ. N. Лашасемпе хысна вăрманне выртмалла кайрăмăр. || Налог. N. Раççей патшалăхĕнчи халăх темиçе тĕрлĕ хысна тӳленĕ. N. Акциз укçинчен пуçне тата ют патша çĕрĕнчен килекен таварсемшĕн пуçтаракан хысна пулнă. N. Хысна укçи, налоги (?).

хытлăх

строгость, затрудненне, помеха, запрет. Н. Шинкусы. Пăсташ тасатас тĕлĕшĕнчен çав тĕрлĕ хытлăх пулнă пулсан та, çапах та ăна чыстиех пăрахман вĕсем. Тюрл. Ун чух хытлăх пулчĕ: вăрмана кайсан тытаççĕ, лаша кĕрсен те тытаççĕ. КС. Пĕрре хытлăх пулчĕ (голодный год) Ib. Хытлăх самана (трудные времена). || Скупость. См. хытăлăх.

хытта хăвар

оставить незасеянным (о загоне). О земл. Çуртыррисем хыççăн, е татах ытти тĕрлĕ çуртырри акас пулать, е курăк акса хăварас пулать, е хытта хăварас пулать.

хирĕç

(хирэ̆с’), против. Регули 1304. Эп старика хирĕç лартăм. Ib. 1303. Çиле хирĕç килтĕмĕр. Вăл мана хирĕç килчĕ. N. Сăмсапа сăмса хирĕçех тăмалли çĕре лекрĕмĕр. || По направлению к. Альш. Çухрăм çурă çав яла хирĕç килтĕмĕр. || В (предлог). К.-Кушки. † Тăва хирĕç килтĕмĕр, çавăнпа утсем ывăнчĕç. Альш. Пĕчĕкçĕ лаша — тур лаша, тăва хирĕç туртĕ-и-ха? || Лицом к. Юрк. Тӳртĕн ан вырт, хирĕç вырт. Ой-к. † Арăм та хитре тесе, хирĕç пăхса кулас мар. N. † Хирĕç пăхса авăтать. Кукует, обратившись к ним головой (противоп. тӳртĕн пăхса). Чураль-к. † Хирĕç пăхса кулакан пирĕн варлисем мар-и çав? N. † Тури касăн хĕрĕсем качча хирĕç тăраççĕ, пирĕн касăн хĕрĕсем качча тӳртĕн тăраççĕ. || В сравнении. Рак. Ăна хирĕç нимĕн те тăмас вăл (не стоит). БАБ. Чӳк тавраш кĕллине çав старике хирĕç ăсти пирĕн ялта та çук. N. Начар сухаласан лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать, уна хирĕç начар çĕрех лайăхрах тĕплерех сухаласа тырă аксассăн унта та тырă лайăх пулĕ. Юрк. Кĕсем вĕсене пăхнă çĕрте саманине хирĕç пит пысăк патшалăхпа пурăннă. || В ответ, в ответ на. N. Мĕншĕн эсир ырра хирĕç усал турăр? Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ. Вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать сассисене илсе. N. Вара ăна хирĕç упăшки: эпĕ, терĕ, нимĕн те калама пĕлместĕп, терĕ. Юрк. Хирĕç (в ответ) çапма çук (т. е. дать сдачи), нимĕн тума хал çук. N. Мĕн пурне те хирĕç калать, хăйне курас çук. (Сасă). А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки. Ib. 21. Тепри çаппа çăтăр-çăтăр хуç-каласа хирĕç калать: Эпĕ халь тин çичĕ кашкăр çирĕм те, сан валли юлчĕ-ши ара? — тет. Ib. Халь çавсене тытма каятăп,— тет кăна хирĕç утар хуçи. || Навстречу. Баран. 26. Хăй çавăнтах кашкăра хирĕç пĕр кĕтӳ йытă кăларса ярать. Ала 63. † Кĕтнĕ те хăнăр пулсассăн: килях та, тесе, чупса тух. Кĕтмен те хăнăр пулсассăн, пире те хирĕç чупса ан тух. Байгл. Часăрах хирĕç тухрăм та, мĕн пулнине каласа патăм. Имен. Аçуна кала, вăл мана хирĕç ан тохтăр. Ib. Тол çутăлма пуçласан, çынсам хирĕç пума ( = пыма) пуçларĕç. ГФФ. † Хирĕç тохма Натьок пор. Выйти (мне) навстречу — у меня есть Надя. А.-п. й. 9. Ăна хирĕç мулкач пырать. Ib. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. Ib. 11. Пырать кĕсене хирĕç упа. Регули 1303. Вăл мана хирĕç килчĕ. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан, Йăвана хирĕç пĕр хитре хăмăр тилĕ сиксе тухрĕ. || Наперекор, против. N. Нумайĕшĕ ăна хирĕç пыраççĕ. Сунт. Эпĕ мĕн, эпĕ хирĕç мар. || Баран. 124. Упа лăпкă пурнăçа юратать... Хăйне пит хĕсĕк киле пуçласан тин хирĕç тапăнать. || N. Малалла ăшша хирĕç мар, сивве хирĕç. || N. Шăматкуна хирĕç эрнекун. Якейк. Эрнекона хирĕç карăмăр. Поехали в четверг вечером. N. Шăматкуна хирĕç каç. || На. N. Вăл мана хирĕç сиксе тăчĕ. || Изамб. Т. Хирĕç йывăç çурăлмасть. || Вредный, приносящий вред, зло. N. Пур тĕрлĕ хирĕç хаяра та сирсе яр. || Упрямый, назойливый. N. Унăн ачи хирĕç. Его мальчик упрям, назойлив. Ib. Хирĕç çын. N. Хирĕç = кутăн. N. Хирĕçрех çынсем, неуживчивые люди. || Упрямство. N. Хирĕçĕ пур унăн. Упрямство у него есть. || Близкий, кровный (о родстве). N. А хирĕç брак не разрешался и в очень дальних степенях родства.

хултăрмачă

то же, что хултăрмач. СПВВ. N. Хултăрмачă = хĕрарăмçем кĕпе хулĕ çине тĕрĕ тăваççĕ. Н. Карм. Хултăрмачă, у женщин узор на плечах. Ст. Чек. Хултăрмачă, шур кĕпен хулпуççи çинчи тĕрлĕ тĕслĕ тĕрĕ. Ib. Ку кĕпен хултăрмаччине пĕтерес-ха. Ib. Ку кĕпене хултăрмачă тăвас-ха. || Торп-к. Хултăрмачă, скальница.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хурлăх

хорлăх, горе, печаль. ГФФ. † Саркаланма сар кĕрĕк, поçтарса çыхма симĕс пиççи; ят çĕклеме яштак пӳ, хорлăх корма çамрăк поç. (Авалхи юрă). Шуба желтой дубки на то, чтобы разгуливать вольготно, зеленый кушак на то, чтобы опрятно им подпоясаться. Моему стройному стану достались людские покоры, моей молодой голове — печаль и горе. (Из старой песни). Сам. 18. Ак халь урăх: иртрĕ хурлăх. ЧП. Ан хур, тăванçăм, пуçна хурлăха. || Обида, поношение, хула. N. Çын мăшкăлĕ, халăх хурлăхĕ пултăм. || Беда, несчастье, бедствие. N. Сунар. Ак тамаша, эпĕ сана çав тĕрлĕ пысăк хурлăхран (от беды) хăтартăм та, эсĕ мана çиесшĕн тата, тенĕ. Ib. Вăл ача пит ăслă пулнă, пĕчĕклех хурлăхне пĕтерме шухăшланă. Тяптяево. Курпун (конек - горбунок) каланă, тет: „Ан ил ăна (его, т. е. перо), илсен уншăн пит нумай хурлăх курăн“, тенĕ, тет. Баран. 15. Хурлăх кунсем килсе çитсен кама ӳксе пуççапрăн? Вир-ял. Ай аттеçĕм-аннеçĕм, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. Никит. † Алкум вĕçĕнче сăрлă юпа, мĕн хурлăхшĕн сăрланнă-ши. Ай аттесем-аннесем, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. (Солд. п.). Кан. Ачам-пăчамсемпе хурлăха ан хăвар. N. Хурлăх ятне çуралнă ывăлăр. Юрк. Çын хурлăхне тух (попасть в чужое бедственное положение. КС.). N. Тепĕр çул вăрçсан, питĕ хурлăх пулатĕ. || Гнет, страдание. ÇМ. Çут тĕнчере йăвăр хурлăх кам ытларах тӳснĕ? Ib. Ачаранпах хурлăх чулĕ мăйĕ çине çакнă. N. Кив мăшкăлран, хурлăхран ирĕклĕхе тухрăмăр. Я. У. Вăл çамрăк ĕмĕр пачĕ мана та халăха, çĕре çапçа антарчĕ, пытарчĕ хурлăха. || Мученье. Панклеи. Ĕлĕкреннех есрелĕ килменнипе хорлăх корса порнатпăр эпĕр, теççĕ. || Болезнь. Панклеи. Патша хĕр çичĕ çол хорлăх корса порнать, тем чол ăста чĕртме хăтланса, тем чол амал пĕтереççĕ те, çавах ним осă та полимасть. || Несчастный. С. Дув. † Хурлăханран хура çырла çок, пирĕн пек хурлăхлă çын та çук. || Трудно. КС. Вăл пӳлĕмре пит çырма хурлăх. Ib. Ĕçлеме хурлăх пулнă. N. Кунтан ĕçĕрнесси питĕ хурлăх. Хир-б. Çамрăкла тăна кĕмесен, ватăлçан тăна кĕме питĕ хурлăх. || Тяжело. Бес. чув. Ăна ку япала ытла йывăр пулнă. Ытла шел! Ытла та хурлăх, тенĕ Микулай хăй ăшĕнче.

хуралă

хораллă, хуралла, черновато, черный. Альш. Хураллă-кăваклă чул. N. Хораллă-шорăллă. Юрк. Хуралă (с черными нитками) сарă турăн-и, хуралтă çине витрĕн-и? ЧП. Хуралă-кăваклă пĕлт килет. N. Хуралă (тĕрлĕ) чĕрçиттисем эп пулăттăм, çаксан саркаланса тăрăттăм.

хуран

хоран, котел. N. Пирĕн чăвашсем яшкана хуранта пĕçереççĕ. Юрк. Хуранта пĕçереççĕ: кĕрпе пăттисене, паранкисене, вир пăттисене, хуратул пăттисене, пăри пăттисене, пăрçа пăттисене, каснă салмасене, йăпăлти салмасене, татнă салмасене, мимĕрсене, кĕселсене, тинкĕлесене, хуран куклисене, пăрçасене, ашлă яшкасене, çăмарта хăпартнисене, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕпĕ ашĕсене, тултармăшсене, юнсене, тата ытти тĕрлĕ шӳрпесене те. А.-п. й. 4. Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест. Хорачка. Эй хорана кĕрмен айкă пĕрчи, ял шотня кĕриместĕн! N. Çăв шапана хуранпа вĕретес пулать те, хĕре çав шывпа çăвас пулать. N. Пĕчĕк хуранăн кукли тутлă, тенĕ. СЧУШ. Çулла хуран çунсан, çумăр пулать, хĕлле — сивĕ. Собр. Хуран айкки çунсан çăмăр пулать, теççĕ. Янтик. Пĕчĕкĕç хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр). Ib. Мăн хуранăн пăтти йӳçĕ. (Йĕкел). Нюш-к. Хурантан пĕр ывăç талĕрсем (пысăк кĕмĕл укçа) ывăçласа: ку матка валли-ха, тесе кĕсене ятăм, тет. О сохр. здор. Тумтирсене хурана вĕри шыв çине ярса пĕр икĕ сехете яхăн пĕр чарăнмасăр вĕретес пулать. N. Хусан тени чăвашла хуран тени пулать. N. Çанталăк хоран вĕренĕ пек вĕрерĕ. Завражн. Йĕс хоран, медный котел. Сунчел. Хурантан çисен хурлăхлă пулан. Ау 34°. Унтан илсе кĕреççĕ те хурана яраççĕ. СЧЧ. Ашĕсене пĕр хуран çинче, пăттине тепĕр хуран çинче пĕçереççĕ. Янш.-Норв. Пуçтарса пĕтерсен çав икĕ теçетски пĕве хĕрне така хуранĕ илсе анаççĕ те, пăттине пĕçерме тытăнаççĕ. Вомбу-к. Хоран кочĕ çонать, ах торă, татах йĕпе полать поль! || Котел (в земле), при игре в шар. СТИК. || Купель. N. Пĕр хурана кĕнĕ.

Хурăнсур

назв. многих селений. Эпир çур. çĕршыв 21. Хамăр ял хыçĕнче юнашарах Хурăнсур ларать. || N. Хурăнсур кассисем. Орау. Тĕпелти хурăнсурсем, кĕске йĕмпĕççисем. (Из „турамăш курки“). Микушк. Хурăнсурăн кассисем, тĕрлĕ минтер çинчисем! (Из обращения к женщинам во время обряда „савăш курки“). || Коракыш. Хурăнсур витĕр юр çăват. (Çăнах алани). || Назв. луга (олăх) около дер. Елшихово (в б. Ядринск. в.). Якейк.

хурхуххи

осот, (Sonchus). Альш. Ст. Чек. Хурхуххи, трава если резать, то вытекает едкое молоко (не едят). Нюш-к. Хурхуххи, растенне из семейства молочайкых (Euphorbia). Рак., Кайсар. № 18. Ĕлĕк чăвашсем çипсене хăйсемех пĕвенĕ, çавăн чухне хут те епле тĕслĕ пĕвес пулсан та çипсене малтан хурхуххи хурса вĕретнĕ шыв çине чbкнĕ; унтан типĕтсен тин вара кирлĕ тĕслĕ кăраскă курăкĕ шывĕ çине чикнĕ. Кăраскă пур тĕрлине те хăйсемех тем тĕрлĕ курăкран тунă. Н. Карм. Хурхуххи = хор-хăлхи, растение. Кашк. Хурхуххи, назв. растения, чечекки сарă; татсан шурă шыв юхать; хур пит ăна çет ( = çиет). N. Хурхуххи тĕрлĕ çĕрте: вăрманта та, ана çинче те ӳсет. См. хурхух, хор-хăвăх, хур-хăлăх, хор-хăлхи, хур-пиçен, сĕтлĕ пиçен, сĕтлĕ курăк.

хуçа

хоçа (хуз’а, хоз'а), хозяин, владелец; купец. Орау. Ку çăпатан хуçи çта? Юрк. Хуçисем паллă кăна пысăк хăнине тытăнаççĕ мĕн пурĕпе силлеме. Ib. Хуми çӳллĕрен ниепле те тушне (тушу овцы) тепĕр енне ывăтса каçараймасть; хуçи хăй патне пынине курмасăр тек асапланать. ЧП. Пĕр икĕ çавра юрă юрласшăн хаварас мар хуçин кăмăлне. Хуçи хуçа ятлă мĕн, сăрисем пыл пек тутлă мĕн. N. Эсĕ, Марье, нумай пулать-и хуçана кĕни? Кам хушрĕ сана манран иртсе пурăнма? N. Ĕлĕкхи хоçи (мой) тĕл полчĕ. Якейк. Ĕçес-çияс хуçаран, калаçас-колас хамăртан. Кильд. Вара вăл хăй те хуçана ӳкнĕ. N. Хуçанăн сылтăм енче çĕнĕ пӳрчĕ пур, тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ, çине шатрун виттернĕ, ăшне калтир турттарнă. Çав çĕнĕ пӳрчийĕн сакăрвунă сакăр сакки пур, пĕр саккине пире выляса кулса ирттерме памĕ-ши? Тата унăн çичĕ çулхи вăкăрĕ (вăкăри) пур, мăйраки кĕмĕл, чĕрни ылттăн, мăйракипе çĕр чавать, чĕрнипе çул хывать. Çак хуçанăн аслăк тăрринче пĕр кăркки пур, унăн-кунăн кускаласа çӳрет, уна икĕ çулччен тытайман пусман, халĕ туй халăхĕшĕн тытнă пуснă, сĕтел çине лартнă, çуначĕпе витнĕ. Курм. Хуçа апачĕпе: чăкăтпа, çӳкӳпе. П. Пинерь. Килмĕттĕм эпĕ çак киле, илемлĕ иккен хуçан ĕçкисем. ГФФ. † Эпир контан кайсассăн, хоçи йолать хорланса. Когда отсюда мы уедем, хозяину станет грустно. ГФФ. † Хоçи тохрĕ те курмашкĕн те. Вышел поглядеть хозяин. ГФФ. † Хоçи çӳрет савăнса. Хозяин ходит и радуется. А.-п. й. 18. Утар хуçи илтсессĕн, иксĕмĕрĕнне те тирсене сӳсе кайĕ,— тет. ГФФ. † Порнеллĕ те перчаткă тахнас мар, хоçасен чонне хорлантарас мар. Уж не будем надевать перчаток, чтобы не огорчить этим купцов. ГФФ. † Самар алстоль сар алстоль, Самар хоçи йышăнмасть. Самарский купец не признал за свои самарских желтых толиц. ГФФ. † Номай окçапа мĕн тăвас? Эпĕр хоçа полас çок та, хоçа ятне илтес çок. На что нам много денег? Купцами нам не быть, не нам носить имя купца. А.-п. й. 71. Çав вăхăтра çулпала пĕр хуçа вĕçтерсе килет, тет. || Хозяйство. О землед. Кил-хуçара сухапуçĕсем анчах пулсан, навуслă анасене плуксемпе сухаланă пекех сухаламалла. || Ходар. Пире тата кайăкран-хуçаран, вăрăран-хурахран, вутран-кăвартан, шывран-шуртан, тĕрлĕ хуйхăран, тĕрлĕ чиртен, тĕрлĕ асапран — хăтар пире.

хутăш

вместе, смешанно. совместно; часто. Орау. Çил утилле арçын ачасемпе хĕрачасем хутăшах выляççĕ. Ib. Мăйăрпа хутăш килнĕскер тем çырли ку, те урăх тĕрлĕ мăйăр. N. Хăярпа çарăк хутăш çиять. Букв. 1908. Шăшисемпе хутăш ман чăхă чĕпписене те çие-çие ятăн эсĕ (сьел). N. Йăранпа йăран хутăш пĕр хăлаç пулса пычĕ, хăвасене икшер аршăнтан пăрахса пытăмăр. || Остатки. Ачач 16. Пĕр эрне хушши пĕрмай юнлă хутăш юхтарса пурăнчĕ вăл.

хуш

хош, велеть, повелевать, приказывать. А.-п. й. 89. Унтан хăйĕн тарçине çапла хушрĕ хăтăрса. Ib. 81. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хăвалама çав çынна. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашасене чарма хушать. Ib. 90. Тарçă тухать урама, кĕме хушать Сахара. Чăв. й. пур. 7°. Вăл хушмасăр çырман. Он писал не по личному усмотрению, а по приказанию. Юрк. Мана ĕнтĕ çын килсе хушас, вĕрентекен тетем çук. Ib. Мĕншĕн тухса каймастăн? Кай! Эпĕ сана киле кайма хушрăм, чармастăп, кай! — тет. Шорк. Эпĕ она вăрмана вотă патне кайма хошрăм. Я велел ему ехать в лес за дровами. N. Сирĕн унта ĕçе хушса тăраканни кам? (распорядитель). СЧЧ. Вăя (отец) вара çемьесене (нашей семье) пĕрне те чӳк тума хушми пулчĕ (стал не велеть). || Поручать, наказывать (что-нибудь сделать): Тораево. Пурне те ĕç хушса пĕтерчĕ тет (надавал поручений, работы). N. Çынна хушас ĕçе хам тăваттăм. Чубаево. Çавăнпа эпĕ аттепе анне мана ĕç тума хушмассерен, эпĕ çапла калаттăм: эсир мана хут вĕренме ярсан, эпĕ тума хушнă ĕçсене хавасланса тăвăттăм, теттĕм. N. Эпĕ сире йăвăр ĕç хушам. А.-п. й. 38. Сана йăвăр ĕçех хушмастăп. || Просить, приглашать, предлагать. N. Аннене яшка пĕçерме хушрăм. Альш. Пĕрре пупсем çӳреççĕ те, кусем патне кĕреççĕ, тет. Ку ача пупсене ларма хушат, тет. N. Тăвансене хушма та аптăранă ĕнтĕ (эпĕ). || Советовать. А.-п. й. 103. Чухăн сутьесем патне каять те, хĕрĕ хушнă пек калать. Бедняк отправился к судьям и сделал так, как советовала дочь. Ib. 104. Чухăн каять те, хĕрĕ хушнă пек калать. Бедняк пошел к судьям и поступил по совету дочери. N. Пирĕн Иван авланас тет. Эсĕ мĕн хушатăн? || Назначать. Орау. Ăна кĕçĕр хурала хушрĕç (в караул назначили). || Роить. Альш. Çӳлĕ тусем çинче çуртсем пур, вуникĕ те вĕлле хуртсем пур. Çуллен çур хушмантан ӳпкем пур. || Прибавлять. Собр. Тухсам, тухсам, Ухаххи, çур çула çитсессĕн çунат хушса вĕçтерес. Кан. Ĕне начар, ӳт хушмасть. N. Иккĕшĕ те чăрсăрланса вăй хушаççĕ пĕрмай. Микушк. Шав-шав вăрман, шав вăрман, мĕшĕн шавлать çав вăрман? Турат çумне турат хушасшĕн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕшĕн шавлать çав халăх? Чун çумне чун хушасшĕн (старается поддерживать свой род). Лашм. Кĕр каять те çур килет (хура чĕкеç), шур курница çумне çурт хушать; эпир кĕр каяс çук, çур килес çук, атте-анне çуртне хушас çук. Бес. чув. 23. Христоса ĕненекенсем ăна хăйсем шухăшласа кăларса Евангелиене хушса çырнă тенине те илтнĕ эпĕ. || Преувеличивать. Орау. Чăннине калаçать тесе ĕненмелли çук ăна, вăл пĕр сăмах çумне çĕр сăмах хушса калаçать. КС. Хошса кала, преувеличивать, прибавлять. || Приписывать. Янтик. Лаша вăррине, Иван, сана хушаççĕ. Кражу лошади, Иван, приписывают тебе. Сред. Юм. Мана вăрланă тесе хôшаççĕ, еп-ха патне те пыман. N. Çынна хаяр сăмах каласа, усал ят хушса (приписывая неблагопристойное деяние какое-либо), е шуйттан тесе кӳрентермерĕн-и? N. Хăшĕ тата хăйсене пĕр-пĕр ушкăн çумне хушса, кама тĕл пулнă ăна ятласа çӳреççĕ. || Ревновать. N. Арăмне çын çомне хошать. N. Ехрем арăмне Ваçук çумне хушать. || Позволять. Юрк. Ачасене эрех ĕçме хушмаççĕ. Шел. II. 67. Хăй патĕнчех выртма хушрĕ. Пустил на ночлег к себе. || Произносить, сказать. С. Айб. Савнă тусăм пырать çулпала, çитсе сăмах хушса пулмарĕ. N. Сăмах хушайми пулнă. См. турткалаш. Сред. Юм. Эп онпа пĕр сăмах та хошман. Я с ним ни слова не говорвл. N. Патша мĕн ыйтсан та, вăл аран-аран, ирĕксĕр пĕрер сăмах хушса пынă (произносил, говорил). N. Куçма пуçне суллакаласа ăна тепĕр хут сăмах çумне сăмах хушса каласа парать. Юрк. Старикки çапла сăмах хушсан, ку часрах кушиле çине улăхса та ларат. НР. † Чун савнине курасчĕ, хушаясчĕ виç сăмах. Милого увидать бы, сказать бы ему три словечка. А.-п. й. 6З. Утах малалла. Эпĕ пули-пулми япала мар, сан пеккисемпе сăмах та хушмастăп,— тет йăмри мухтанса. || Примешивать. О сохр. зд. Çав çусене вара пăрçа, çăнăх, купăста пеккисем çине хушаççĕ. || Сложить (в арифметике). N. Кам виçĕ пус хошакан пор? N. Хушса, катса, хутласа, уйăрса (валеçсе), тата шăрçапа шутлама, тĕрлĕ сатачсем тума вĕрентнĕ. || Заменить. N. Пӳрте пĕрене хуш. || Прививать. Чув. календ. 1910. Çĕр çул ĕлĕкрех Европара чечче хушма тытăннă та, çав чиртен çынсене хăтара пуçланă. || Дозволить. Альш. Вунă çула çитсессĕн, пире ĕçе хушнă-тăр, вуник çула çитсессĕн, вăйя-кулла хушнă-тăр. Трхбл. Вуник çула çитсессĕн пире вăйя хушнă-тăр. Хурамал. Кунтан малашне чӳк тума мана турă ан хуштăр.

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хăяккăнлă

боком. Юрк. Тĕрлĕ тĕслĕ чул катăкĕсем, хăшĕ йăваланса выртаççĕ, хăшĕ тепле хăяккăнлă-мĕнлĕ тирĕнсе лараççĕ. Сред. Юм. Хăяккăнлă-мĕнлĕ хоркаласа пĕтернĕ. Не симметрично расположено: то так, то боком.

хăйăр тăманĕ

песчаный ураган. Календ. 1906. Çил тухсан темĕн тĕрлĕ хăйăр тăманĕ тухать.

хăлăхсăр

бесчувственный, как бы железный, на кого ничто не действует, бестолковый, бесшабашный, невоздержный. СПВВ. ИФ. Хăш çын пĕртте шеллемест, е япалана е çынна кăшăт çилленсенех çапать те ӳкерет, суран тăвать. Ытла хăлăхсăр-çке, кăшăтшăн та вăл тĕрлĕ çапса суран тăвать те, теççĕ. N. Вĕсем, хăлăхсăрскерсем, аскăн япаласен пулнă. Ск. и пред. чув. 75. Анчах шăпăр хăлăхсăр; татах ташлама чĕнет. || Неслух. Тюрл. СПВВ. НН. Хăлăхсăр, сăмах каласан итлемен çын. || СПВВ. Хăлăхсăр = хаяр.

хăлхаллă

имеющий уши, с ушами. N. Вăрман хăлхаллă, хир куçлă. Кан. Эс унта арлан хăлхаллине пус (овцу). N. Хăлхаллă çĕлĕк. Г. А. Отрыв. Хăлхаллă калпак, особая шапка (хăлха урлă яраççĕ). N. Пит хытă хăлхаллă япала вăл, плохо воспринимающий или по глухоте иди по рассеянности. || Имен. Тĕрен икĕ тĕрлĕ пулат: пĕр хăлхаллă, икĕ хăлхаллă; пĕр хăлхалли лашасене çăмăл, ăна иккĕпе, виççĕпе çăмăл çӳретеççĕ; иккĕллине ултă лаша е пиллĕк кирлĕ. Лемех бывает двух родов: одноперый и двуперый,— с однокрылым лемехом легче лошадям — с ним можно легко пахать и на двух и на трех, а для двуперого надо лошадей пять или шесть. См. ака, там же тĕрен (вып. 1).

хăмаç çип

фабричные нитки. Сунт. Шурă хăмаç çип арлакан хапрăкра пурăнатпăр. Сред. Юм. Пасар çиппине хăмаç çиппи теççĕ. Хĕрлине — хĕрлĕ хăмаç çип, кăваккине — кăвак хăмаç çип, шôррине — шôр хăмаç çип теççĕ. Юрк. Хăмаç çип илме укçа кирлĕччĕ теççĕ, ыттах урăх тĕрлĕ сăлттав тупаймасан. Янш.-Норв. Ялан хăмаç çиппе тĕртнĕ кĕпепе çӳрет. К.-Кушки. Шур хăмаç çип сурпанĕ пуçăм тавра çаврăнчĕ.

хăраххи

один из двух (из пары). Регули 927. Хăраххине илчĕ, хăраххи йолчĕ. Скотолеч. 6. Йăваш лашанне малти урине хăраххине кăна çĕклесе тăрсан та тапмасть. Юрк. Çав икĕлеç (двойни) хăраххинчен хăшийĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулассине пĕлесшĕн пулса. Ib. Унăн хăраххи, икĕлеç хăраххи. N. Йĕкĕреш хăраххи йĕрсе ларать. || Подруга. Ст. Чек Майкка хăраххи темĕн тĕрлĕ маттурччĕ, теççĕ. || Подобный. похонсий. Юрк. Хĕрĕм ахăр амăш хăраххи (похожа на мать) пулаттăр,— пит вичĕкĕнех мар. N. Ашшĕне шанмасăр пурăвнă халăх ывăлне те шанман: ашшĕ хăраххи пулĕ, тенĕ. Сред. Юм. Амăш хăраххи, подобный матери. Говорят в том случае, если мать собою плохая. СТИК. Ашшĕ хăраххи, похожий на отца. Ib. Чист ашшĕ хăраххиех. В. С. Разум. КЧП. Çапла вара эпĕ куртăм хамăрăн усал тăшмана, вăрăм туна хăраххи юнсене ĕçекене. || Его жена, ее муж.

хăшкăл

устать, мучиться. Никит. Вара сутлашса хăшкăлнă. Сред. Юм. Хĕре туя каймалла полсан, çынтан йôсав шыраса хăшкăлать вара. Шурăм-п. Иван патака питĕ хытă çапса яма вĕреннĕ, Хĕветĕр кĕртеймесĕр хăшкăлчĕ. Сред. Юм. Айта тесе шалт хăшкăлтарчĕç паян (= шалт аптăратрĕç). N. Темĕн тĕрлĕ асаппа хăшкăлмалла пулсан та, тӳсĕмлĕ пул. КС. Чупса хăшкăлтăм, устал. А.-п. й. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Сахарăн пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ.

кустар

костар (-тар), понуд. ф. от гл. кус, кос, катить, катать, скатить, скатывать; покатить; прикатить; пускать вскачь. N. Урай тăрăх пĕр ывçă пăрçа кустарса ятăм. Альш. † Сар ачанăн карттусне кукăр-макăр кустартăм. Богдашк. † Кĕленче çăмарта кустартăм, Чулхулана çитертĕм (докатила). || Орау. Таканапа пăрçа кустартăмăр та, пăрçа ăшалаççĕ-ха халь (жарят). Юрк. Çăкăр пĕçернĕ хыççăн пысăк кăмакана паранкăсем кустараççĕ (бросают). Пиçсен, ăна тăвар сапса çăкăрпа çиеççĕ. || Юрк. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса (катая, рассучивая) çӳп-çӳхе тăваççĕ. N. Йĕтĕрпе тăла кустараççĕ (катают). N. çăмха кустар. Беляева. Ут (у др. утă) кустар (скатывают сено в валы). N. Урапине кустарсан, вĕçет. N. Çол орлă костарса лартса (дорогу замело снегом). N. Хальхинче вырăс пупа тата чăнкăрах çĕртен (с еще более крутого места) кустарса антарса панă (скатил). Якейк. Сасартăк хватлă çил тоххĕр те, çынсене лаши-орапи-мĕнĕпех, кăстăрмач пак костарса, çавăрса исе карĕ. || О быстрой езде. Макка 189. Унтан вара, вилнĕ çыннине пытарсан, пит хытă кустарса таврăнаççĕ (во весь опор). Истор. 112. Ăна хирĕç юланутпа кустарса кайнă (покатили верхом). Ст. Чек. Çын килелле кайсанах, вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса, кустарса çӳренĕ, тет. N. Эпир пит хытă кустарса килтĕмĕр (выртмаран). Бел. Гора. † Вылятрăмăр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр (лошадей). N. Унччен те пулман (вдруг), Иван шăнкăравпа пачăшкă умне кустарса пынă. Толст. Ачасем çавăрăнса пăхнă та, кустарса пыракан кайăкçа (охотника) курнă. Ib. Тутарсем те ăна курнă та, ун патнелле кустара пуçланă. Б. Яныши. Пусăкраххисем учĕсене тытрĕç те, килелле кустара пуçларăмăр. БАБ. Ăçта каяссине хамăр та пĕлместпĕр терĕçĕ, тет те, пурте, павуска ăшне ларса, кустара пачĕçĕ, тет. || Быстро жать хлеб? Якейк. Ку пĕчĕк аная костарса анчах кайăпăр вăт. Ib. Тырри шуламлă та, костарса анчах карăмăр. || Выкладывать чем, vestire. М. Тув. † Пирĕн Тумккă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. Н. Лебеж. † Виççĕмĕш вĕретĕм сăрине, хĕрĕх хăлаç нӳхрепне, ăшне шăвăç кустарнă, пичĕкесĕр янă, тет. N. † Вырăсла та çӳçме эп кастартăм, йĕри-тавра ука кустартăм. N. † Йĕс турапа пусса турарăм, çинчен шăрчăк ук(а)сем кустартăм. Янтик. Чăпăрккана малтан ик кантраран яваççĕ, унтан вара ун çинчен тата тепĕр кантра явса пыраççĕ; çав виççĕмĕш кантрана явнине „кустарса явас" теççĕ. || Выпроводить. КАЯ. Унтан мана хуралăç, ват мучи, хултан тытса: мĕлле çак Макçăм ывăль-хĕр кирек ăçта çитнĕ, унта çапкаланса çӳреç-ши! Халь урнă йăтă Тюмине тулланă, тет-ха, тата туллаттарас килет-и-мĕн кĕсен? тесе, кустарса ячĕ (выпроводил). || Scortari. Альш. Кустарат вăл ( = чупат). Она распутничает. || Случать. Янтик. Иван кĕсрине кустарма (чуптарма) кайнă. Ст. Чек. Кустарнă. Случили (корову и пр.) || Соблазнить. Абыз. † Астартăм та кустартăм, кусар вĕçне хыптартăм. Байгул. † Илĕртрĕмĕр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр. || Поддакивать. Собр. Усал çынпа хăй урапи çине ларса кустарас пулат (надо гладить по шерсти. КС.), теççĕ. (Послов.). СПВВ. ИФ. Кустарас — илĕртсе вăл калаçнă майпа калаçса пырас. N. Тĕрĕс, тĕрĕс, Кĕркури хăта, лайăх йĕркепе пăхса ӳстернĕ ачасем нихçан та ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухса çӳремĕçĕ, ашшĕ-амăшне вĕсем темĕн тĕрлĕ асла хурса пурăнĕçĕ, тесе, Кĕркури майĕ кустарса пынă хăнисем (поддакивали). || О мятели Сятра. Çол орлă костарса лартса. Дорогу замело. Ib. Çол орлă (или: çола) шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Дорогу замело, и дороги нет. || Пускать (лошадь) в галоп. Цив.

куçлă

с глазами; зрячий; с клетками (ткань), с ячеями. Собр. † Уй куçлă, тееççĕ; уй çиç куçлă мар, Марфа та куçлă. Б. Олг. Кошак куçĕ пек коак куçлă вăл çын. Юрк. Çав вăхăтра вăл ырринчен-усаллинчен, пурринчен-çуккинчен, айăплинчен-айăпсăрринчен, куçлинчен-суккăрринчен-пуринчен те тĕрлĕ майпа хăне валли взятка илнĕ, Хурамал. Куçлă-куçлă читсă (ситец решоткой). ЧП. Вĕт-вĕт куçлă улача Ал. цв. 28. Хаклă йышши чул куçлă ылттăн тенкел. Дик. леб. 39. Хулăран куçлă хутаç çыхнă. Пазух. Вуник куçлă çăлă, ай, варрине вуник улма-йывăç ларттартăм. К.-Кушки. † Пасар чĕнтер — шурă чĕнтер, эп илесси вĕт куçлă. Альш. Тетелĕ виçĕ хутлă пулать, çилĕм евĕрлех, анчах пĕчĕкçĕ: варринчи вĕтĕ куçлă, икĕ енчи шултăрарах.

кучикле

назв. игры (игра с двумя палками: одна палка — короткая, другая длинная). Зап. ВНО. Орау. Кучикле вăйă. Кучикле вылянă чухне мăшăрлăнне пăхса вылямаççĕ. Кучикле иккĕн те, виççĕн те, тăваттăн-пиллĕкĕн те, улттăн-çиччĕн те выляççĕ. Алтуйилле вылянă чухнехи пекех, кашнин пĕр алтуйи, мĕн пурне пĕр кучик пулать. Выляма тытăниччен камăн малтан çапмаллине, черечĕпе кам хыççăн кам çапмаллине пĕр-пĕр вăрăмрах патакпа е хăйсен алтуйипе (патакки тăрăх аялтан çӳлелле ал тытса хапарса) шăпа яраççĕ. Патак çӳл вĕçне ал тытса тухсан, камăн шăпи чăн вĕçне тухать, çавăн малтан çапмалла пулать; ыттисем черечĕпе, шăпине кура, пĕрин хыççăн тепри çапаççĕ. Анчах чăн вĕçĕнчин алли çумĕнчи, хăй уммĕнчипе тавлашма та пултарать. Хăй умĕнчи (çияла тухни) аллине патак вĕçĕ кăшт анчах кĕнĕ пулсан, вăл аллинчен çаннине кăларать те, кĕпи çаннипе çав патака виçĕ хут çапать. Çапса ӳкерсен, ку малтан çапать, малтан шăпи çиала тухни кун хыççăн çапать. Вăййи ак çапла пуçланать. Малтан пĕр-пĕр такăртарах çĕре ăрам варрине, урлăшне те, тăршшине те аршăн çурă туса, алтуйипе çырса, тăваткал чикĕ тăваççĕ, чикки варри(не) пĕр çу лупашки пек шăтăк тăваççĕ. Çав чикĕрен çапма тытăнаççĕ. Çапасса, кирлипе, темиçе тĕрлĕ те çапаççĕ: кустарса çапаççĕ, чиксе çапаççĕ, кустарса утаççĕ, тата чиксе те утаççĕ. Кустарса çапни виççĕ пулать, чиксе çапни иккĕ шутланать, кустарса утни те иккĕ шутланать, чиксе утсан пĕреççех пулать. Чиксе çапнипе тата кустарса утнипе чиксе утнисем кашни выляса тухнă чухне (при последнем ударе) анчах пулаççĕ. Чăн малтан çапаканни чиккинчен (из квадрата) кустарса çапса ярать; ун хыççăн çапасси кучик хыççăн чупать. Кучикки ăçта ӳкнĕ, çав вырăнтан кучиккине утса, чикке кӳртме тăрăшать; кӳртсен хăй çапать те, ун хыççăнхи сыхлама каять; кӳртимасан, хай çапаканни каллех чикĕ тулашĕнченех кустарса çапса ярать. Çапла хăçан та хăçан кучиккине чикке кӳртет, çавăнчченех кучик хыççăн чупать. Вăййи хисепĕ вăтăра çитиччен шутланать (хисепленет). Çапаканни лайăх çапать пулсан, вара сыхлаканнин кучик хыççăн чупса пĕтĕмпех тĕнки тухать. Хăш-хăш çĕрте миçе çапнине шутламасăрах выляççĕ. Пирĕн шутланисĕр пуçне тата «шăтнисем», «çуннисем» пур. Çапаканнин шучĕ тăххăртан иртнĕ пулсан, сыхлаканни кучиккине уткăнса пынă çĕртен çапса ӳкерсен, çапаканнин вара юлашки хут çапни «шăтать» (шутланмаçть). Чикĕ тулашĕнчен çапса янă чухне, ăнсăртран калле чикке кĕрсе ӳксен, «çунать», пĕртте юлмаçть; шучĕ тăххăртан иртнĕ пулсан, тăххăра анчах юлать, тăххăртан иртмен пулсан, пĕтĕмпех çунать. Вылянă чухне яланах кустарса çапаççĕ, анчах выляса тухас чухне пĕре çитмеçт-и, унта вăтăра иккĕ çитмеçт-и, çавна кура: е кустарса утаççĕ, е чиксе çапаççĕ, е чиксе утаççĕ. Кучик сыхлаканнине çапаканни питех юратмаçт пулсан, тата ун хыççăн çапассине юратарах парать пулсан, кустарса утас вырăнне чиксе çапать, мĕншĕн тесен хăй тухсан, кучикĕ инче уткăнса кайнипе сыхлаканни кучиккине чикке кӳртимаçть те, вара кучик сыхлакан хыççăн çапмалли тухнин вырăнне тăрса, çапса хăй шутне тултарать. Чăн малтан выляса тухаканни ыттисене выляса тухма (шута çитерме) виçĕ тапхăр (т. е. три очереди) çапма парать. Виçĕ тапхăрччен те выляса тухмасан вара, чăн малтан тухни вăсене хăрах уран сиктерет. Вăл кучиккине илет те, ăна е ал вĕççĕн (подбросив рукою, которою и бьет), е алран (держа в левой руке, бьет правою) çапса ярать, епле те пулсан кучиккине инчерех çапса яма тăрăшать. Вара чикĕпе кучик кайса ӳкнĕ хушша выляса тухайманнисене виçĕ хутчен каллĕ-маллĕ хăрах уран сиксе кайса килтерет. Кучикки ытла инче утăнса кайнă пулсан, пĕр хут анчах сиктерет. Выляса тухас уммĕн вăтăра çитесси пĕреççех пулсан, чиксе утас вырăнне е чиксе çапсан, е кустарса утсан, мĕн пурĕ пурте çунать; иккĕ çитмен пулсан, кустарса утас вырăнне, е чиксе çапас вырăнне кустарса çапсан та, пĕтĕмпех çунать. Çапла выляттăмăр эпĕр ĕлĕк кучикле, халĕ вăл вăйя вылямаççĕ ĕнтĕ.

кушак кайăк юсĕ

ласка (зверек). А. Турх. Кушак кайăк юсĕ. Юс майлах; юсран кĕскерех те, пĕчĕккĕрех те; ула пулат. Ула ĕне пекех, хырăм урлă. Тĕрлĕ тĕслĕ пулать. Кушак кайăкран пысăкрах. Килте те пулать, капан ăшĕнче те пулать. См. шăши юсĕ.

кӳлетке

(-л'эткэ), то же, что кĕлетке. Тобурданово. Ку лашан кӳлетки аван. Фигура этой лошади хороша. N. Çывăхра çын пулсан, çынна таçта ватса ывăтса ярать (снаряд), çыннăн ним кӳлетки те юлмас. А. Турх. Кӳлетке — картина, образ, рисунок, портрет, а также «и в смысле того, что человек очень слаб». Янтик. Сухан йăранĕсем çине: кураксем, чăхсем, сухана (лук) чавса ан пĕтерччĕр, тесе çĕтĕк сăкманпа е кипкепе, çын кӳлетки (чучело) тăваççĕ. Ib. Çемçе юр çине выртсан çын йĕрри пулса юлат, çавна пирĕн кӳлетке (отпечаток) теççĕ. Ib. Кӳлетке — туловище. N. Эпĕ сирĕн патра виçĕ тĕрлĕ кӳлетке (три портрета) ӳкерсе ятăм; çавсене илейтĕр-ши эсир? N. † Пус кутĕнчи хура хур чысти çăхан кӳлетки; Таяпасен хĕрĕсем чысти шуйттан кӳлетки (совершенное подобие чорта).

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăларса хур

вынуть и положить. N. Вăл хутаççинчен тĕрлĕ-тĕрлĕ япаласем сĕтел çине кăларса хучĕ.

Кăмаша

(кăмажа) назв. речки: Кумашка. || Назв. селений Кр.-Чет. р. 1) Анатри Кăмаша, 2) Тури Кăмаша (или: Туриял). || Назв. леса. НАК. Пирĕн патăмăрта Кăмаша ятлă пит пысăк вăрман пур. Çав вăрмана тĕрлĕ тĕлтине тĕрлĕ ят хунă: хăш тĕлтине Хура Кăмаша теççĕ, хăш тĕлтине Хăрнă Кăмаша теççĕ, тата хăш тĕлтине Ульан теççĕ. Çак Хура Кĕсрепе Саланчăк та çав Кăмашанăн пайĕсемех.

кăмăл уç

развлекать. Ст. Шаймурз. † Эпир капла çӳренĕшĕн юрла, тусăм, кăмăла уç. Альш. † Юрла, тăван, кăмăлна уç. Юрк. † Хутра-ситре çапла кирлĕ выляса кăмăл уçмашкăн. N. Пăхатăп та, чăвашла вула пуçласанах, шăппăн итлесе кăмăлĕсене уçса... N. † Оничере тилĕ выртать, Китай тотри витĕнсе; Китай тотрине çил уçат, пирĕн кăмăла тур уçтăр. N. Эпĕ Самара кайнă чухне нимĕскер çисе, нимĕскер те анмасчĕ, тульккĕ çав чăкăта пăртик-пăртик çисе анчах кăмăл (так!) уçа-уçа яраттăм. || Быть откровенным, сердечным. N. Тĕрлĕ çынна кăмăлна уçса ан пар.

кăмăл туртни

влечение, желание. Иревли. Эпĕ халĕ кăмăл туртман çĕртре пурăнатăп. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха — мĕшĕн сыртăм пылчăкра? Кăмăл туртмасть, чун савмасть — мĕшĕн турăм тусăма? N. Ăçта кăмăл туртат, çавăнта кайтăр. N. Унта каяс килмес, кăмăл туртмас (чун туртмас, нет расположения). Дик. леб. 38. Пирĕн пĕтĕм кăмăл çакăнталла туртать пире. N. Çавăнпа эпĕ вĕсене хăйсен кăмăлĕ туртнă хыççăн çӳреме ирĕк патăм. N. Ĕçкĕ-çикĕре унпа пĕрле эрех ан ĕç, санăн кăмăлу унăн еннелле ан турттăр. Чума. Апат-çимĕç енелле пĕрте кăмăл туртман. Ib. Нимĕне те кăмăл туртман. N. Сире кунта темскер хăвăр пĕлмен кăмăл туртать. Алекс. Невск. Çавна кура темĕн тĕрлĕ ĕçлеме тăрăшакан çынсенĕн те ĕç енне кăмăл туртми пулнă.

кăна

(кы̆на), только; исключительно. СТИК. Ун ячĕ кăна чăваш, пурăнасса вырăсла пурăнат. Он только по имени чувашин, а живет по-русски. Ib. Ку япалана ахальрен кăна, кăтьăр-катьăр тукаласа хунă. Этот предмет сделан очень плохо; только так себе, Ib. Ахальрен кăна кĕрсе тухам, терĕм. Я зашел так, от нечего делать. Ib. Клетки кăна тăрса юлнă. Остались одни кости да кожа. Халапсем. 29. Кувăн аттисем ман урана чух кăна (как раз в пору) пулмалла. Юрк. Хăш чухне тата çавăн пек хăй кăмăлне килнĕ кĕнекесене хăй вуланипе кăна мар, ытти çынсене те вуласа пăхма панă. Ib. Ĕлкĕрсен, эй çиме аван пулат-çке! — темĕн тĕрлĕ тутлă. Ăçтан кăна чăвашсем апла тума вĕреннĕ-ши! Ib. Унта эпĕ шăмăсем кышласа кăна пурăнăтăм (т. е. мне было-бы хорошо). Ib. Епле кăна тыррăмсене выртарса, анкартне кӳртем-ши? Ib. Кăна мĕн кăна тăвам-ши, хай пуçăм тата ырата пуçларĕ-çке? тет, тĕлĕнсе. Ялюха М. Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ (много я видел таких-то; гов. с пренебрежением). Альш. Ку ача ашшĕпе амăшне: çăкăр парăр, тесе кăна тăрат, тет (все просит хлеба). Лешсем ăна касса парса тăраççĕ, тет. Изамб. Т. Хăранипе чĕтĕресе кăна тăтăмăр (во время грома). БАБ. Каçхине çурçĕр тĕлĕнче кăна пырать, тет те, эл алăкĕсене, пырса, шакăртаттаратьчĕ, тет, эл тата etc. || Только что. Землед. Эпĕ чей ĕçсе кăна тăранначчĕ, трактире çынсем пухăна пуçларĕç. Хурамал. Пусас кăна, тенĕ чухне... || Употр. для большего оттенения той или иной черти. N. Лутра кăна хурăн, низенькая березка; хура кăна çын, красивый такой брюнет; пĕчĕкçĕ кăна, малюсенький; çамрăк кăна, молодой такой. (Некоторые слова являются характеристичными для отдельных говоров; напр., понятие исключительности выражается в них различно: анчах — чаще у верховых чуваш, çех, çеç, çих, çиç — у чуваш средней полосы, кăна — у южных, низовых; тулккĕ — у нек. низовых). Юрк. Пĕр начяр кăна пурăнакан чăваш та хăй ачисенчен пĕрне çыру вĕренме ярат. Ib. Малтан пăттин пĕçереççĕ, унтан тиркĕ çине ăссан, çу сапсан, калекпе пит лайăх кăна (как следует) пăтратаççĕ. С. Айб. † Лашана çапрăм лайăх кăна (сильно), старик тăрах юлчĕ! Альш. Вĕсем те Çерçикассийĕн вĕçнерех кăна пурăнаççĕ (ютятся у конца деревни). Никит. Пурне те питĕ кăна (очень даже) йывăр килчĕ (в засуху). || Иногда в песнях, как бы только украшает речь. Кубня. См. ытар. Альш. † Шăнкăр кăна, шанкăр шывсем юхать, шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçет. Ib. † Улма йывăç лас кăна (развесистая): турачĕсем вак кăна. Бел. Гора. † Çеçен те хирте çаврака кӳлĕ, çаврака кӳлĕре тăватă кăвакал; персех илĕттĕм амине кăна, тăкăнса юлĕ мамăкĕ кăна. ЧП. Хура кăна çĕлен эпĕ вĕлертĕм.

кĕвĕ

(кэ̆вэ̆), мотив, мелодия, напев. Цив. Кĕвĕ — плясовая мелодия (исполн. на инстр.). Янтик. Эс пĕлетни тутар кĕввине? Знаешь ли ты татарский мотив песни? N. † Ик юмрăна кас та, купăс ту, каласа пар тăван, ай, кĕвве! СПВВ. ЕЕ. Шăпăр, кĕсле, сăрнай, купăс кĕвви, теççĕ: пĕр юрра темиçе тĕрлĕ калани. Юрк. Юрлакан юррисем те чăвашлах, анчах кĕввисем пăртакçĕ вырăссенĕнĕ пек. Те ĕлĕк чăвашсем те çапла юрланă? Ib. Кĕвĕ сăввисем, хороводные песни. Выла. Ĕçсе çисен вара ĕсĕрлеççĕ те, кĕслесемпе тăмăрасемпе кĕвĕ каласа ташлаççĕ. ППТ. Унта вăсем вара, пăтă пиçеччен, çерем çинче вăй-кĕвви каласа выляççĕ. ЧП. Кĕвĕ пуçласа каласси начар хĕртен пулмасть вăл. К.-Кушки. Хĕрипраçсем кĕвĕ каланă, юрланă (во время «халăх вăкăр чӳкĕ»). Мошков. Купăс кĕвви («плясовая мелодия, исполн. на скрипке»). Кĕвĕсем. Уяв кĕвви. Янтик. Вăйă кĕввисем. || Согласованность. Сред. Юм. Кĕвве кĕре пĕлмес. («Говорят, напр., если кто-нибудь не может парно молотить»). || Лад, положение, состояние. N. Пирĕн патра пĕр кĕвĕ тăрат. у нас положение не изменилось. (Письмо).

кĕлетке

(к'ӧ̆л'эт'к'э, ӧ̆ совсем мало заметно; кэ̆л'эткэ), тело. КС. N. Е тата, лĕп (тепловатую) шыв туса, пуçĕсене те, кĕлеткисене те çăва-çăва янă вăл. || Туловище. Панклеи. Кĕлеткине (её) алăк солли çомне тăраттĕрç. (Сказка). ЧП. Кӳмме çинче кĕлетки, ларкăч çинче купарчи. Н. Карм. Юлхав çынна калаççĕ: кĕлеткипе кăна усăнса çӳрет! теççĕ. Чураль-к. Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак). || Внешний вид, внешность. Панклеи. † Чипер кĕлетке (туловище) томтир тиркет; пирн чипер мар, тиркемест— йорать пире хора постав. N. Калама та çук çакă хĕрсене, пит чипер сăнĕсем те, кĕлетки-çурăм(ĕ)сем те пит илемлĕ пулнă, тет. Шибач. † Вăрманта вăрăм йăвăçне шулчинченех палатпăр; хамăрпа варлă хĕрсене кĕлеткинчен палатпăр. Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стройный высокий). Орау. Лашин кĕлетки пур та (корпусом ничего, но...), хăй питĕ хавшак (çемçе). N. † Çит хĕврилĕ хĕр куртăм; çит хĕврийĕ çитмĕл сум, алли-ури утмăл сум, хĕр кĕлетки хĕрĕх сум. СТИК. Кĕлеткине курас килмест. Мне и смотреть на него противно. Ib. Сĕтел кĕлетки тукаласа хунă. Сделал нечто похожее на стол. Сĕт-к. † Çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Кан. Çĕр çăтман кĕлеткӳне! (Бранит лошадь, которая испугалась пеньков). М. Тув. Кĕлетки-çурăм çурта пек. || Вид, фигура, изображение, статуя, отпечаток, идол. Изамб. Т. Эй, кĕлетке (идол), çавна та пĕлместĕн! Истор. Вăрманта кĕлеткесем патĕнче вĕсем пĕр сӳнтермесĕр вут çунтарса тăнă. N. Этем ăсталаса кĕлеткене кӳнĕ (обделанный в виде...) чул. ДФФ. Амăшĕ, чирлĕ ачине вилĕмрен хăтарасшĕн, юмăçсем вĕрентнĕ тăрăх, чирлĕ ачи вырăнне чустаран ача кĕлетки туса, ăна вилнĕ çынна тумлантарнă пек тумлантарса, шăтăка кайса пытаратьчĕ. Орау. Леш енче, шыв çине йăвăç кĕлетки (тени, фигуры) ӳкнĕ таран, кимĕпе çӳрени курăнмаçть. Альш. † Шурти шурă тунката — чисти этем кĕлетки. Т. VI. Кĕшерни каç салтака каяс ачасем шыв çине тăхлан шăратса яраççĕ те, пăшал (ружье) кĕлетки пек пулсассăн, салтака каяс пулат, теççĕ. Бгтр. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç. Юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке (отпечаток) туса хăваратьчĕç; тепĕр кунне, ирех кайса, пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă, е кĕрĕк (= кирек) мĕн таптанă, вараланă пулсан, çав вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. (Вечером, в день рождества). Якейк. Кам та полин пăсăлсан, ора йохма ерсе кайсан, çăпан тохсан, тата ытти чирсем çынна тапăнсан, чостаран çын клеткисам, е поканя туса, чостаранах лашасам туса, вăлсене кӳлсе, пиçнĕ хăмлапа салатпа, тăварпа, салакайăк çăмартипа çăл котсене, вар вĕçсене кайса: çак тĕлтрен иртсе кайнă чох çакăнти шу, çакăнти киремет тытрĕ полĕ, тесе, прахаççĕ. Зап. ВНО. Алсăр, урасăр, кĕлеткесем ӳкерет. (Сивĕ). N. Эп те кĕлеткене (портрет, фотографию) ӳкерттерсе ярăп. Ск. и пред. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа, N. Ун çинчен (об этом) кунта алă кĕлетки (рисунок руки) те укерсе кăтартнă. || Привидение. Изванк. Çул çинче вилнĕ çынсем кĕлеткен он курăнччăр, тесе, хăшĕ пуçĕсене тутăрсемпе чăркарĕç. (Поминки). Срв. мĕлкĕ. || Портрет, фотографический снимок. N. Манăн çӳл енчи (верховых) чăвашсенĕн кĕлеткине (фотографию) илес килет. Юрк. Унтан тата кĕлеткесем (портрет, картины) тума тытăнсан, вĕсене те темĕн тĕрлĕ (замечательно) çырат, пит аван художник.

кĕлле

просить. См. кĕлĕ. Т. VI. Мĕнтен хăранă, ăна сыхласа упра. Мĕнтен кĕлленĕ, ăна пар. Кĕсре хыççăн тьыха ертме пар, и т. д. (Учук). Шурăм-п. N°3. Вунпилĕк тенкех кĕллес-и? Ытах та хаклă-çке! N. Эй пур тĕрлĕ ăш кĕлленисене чаракан юрату, савăн!

кĕнеке

(кэ̆н'эгэ, к'э̆н'эг'э), книга. N. Çак кĕнеке çинче мĕн пуррине эп пĕтĕмпех пĕлеп. Якейк. Кĕнеке çинчен тăма та пĕлмеçт. Не может оторваться от книг. Н. Карм. Кĕнекӳ çухалнă санăн! (Говорят, в сердцах, старому человеку: долго не умираешь!). Хорачка. Перĕн чуашăн кĕнекине вольăк çисерсе (съела). Ib. Чуаш кĕнеки = çĕр-хут. (Çĕр хут — одна из четырех отделений пищеварительного аппарата жвачных животных, напр. коровы; оно представляет как бы ряд складок в виде листов книги. Отсюда чувашская поговорка: чăваш кĕнекине ĕне çинĕ. ТММ). N. Çĕр-хут сутăн клсе килсессĕн «ĕне кĕнекине» илсе килтĕм, теççĕ. Питушк. Чăваш кĕкекине ĕне çисе янă. Орау. Урока пĕтĕмпех кĕнеке çинчен пăхса каларăм, ăна уччитлă сисимарĕ (или: сиснĕ). Шурăм-п. Шкулра вĕреннĕ чухне çур питех те аван мар. Кнеке çинчех вăл иртет. Юрк. Кĕнеке çинче мĕн çырнине пĕлсе тăрăр. Ib. Çĕнĕ кĕнеке тухнă тенине илтсен, е курсан, часах çав кĕнекене сутăн илсе, епле çырнине, кам çырнине вуласа пĕлнĕ. Сред. Юм. Кĕнекене уçса хăварсан, шуйттан вôлать, теççĕ. (Поверье). Ib. Ах тор, кôн пик толăксăр ача та полат-мĕн-çке ôлă! кĕнекине ине (=ĕне) чăмланă пôль ôнне! Ib. Кĕнекуна ине çинĕ пôль! («Так называют бестолкового, неразговорчивого человека»). Якейк. Шуйттан воласан, ача (ученик) пĕлми полать. Изамб. Т. Кĕнеки çухалнă япала! Так бранят стариков). СТИК. Шăши кĕнекине вулама карĕ ĕнтĕ ку (т. е. «понес, завел волынку». Говорят о стариках и ворчливых людях). N. Ку кĕнеке тухни (в свет) нумай пулмасть. Слеп. Ватă çынна: санăн кĕнекуна (=кĕнекĕне) шыраççĕ полĕ те, топимаççĕ! Ib. Онăн кĕнеки çĕтнĕ полĕ, вилмеçт полĕ! Орау. Кĕнеке хытти çине хунă кăвак хут (если красная, то «хĕрлĕ хут») хăш-хăш çĕртре уйăрлнă. Известная (синяя, красная) бумага на переплете книги местами поотклеилась. КС. Кунĕн-çĕрĕн кĕнеке çинче (за книгами) ларать. Альш. Мертлĕре тăхăр ял чӳкĕ кĕнеки пур, теççĕ. Дик. леб. Елиса кĕнеке хутве çавăрсанах, çыннисем каялла кĕнеке ăшне, хăйсен вырăнне кĕре-кĕрĕ лараççĕ пек, тет. Ск. и пред. 52. Кĕнеке çинче шуралса тем тĕрлĕ ăса вĕренет. || Поминание. N. Эпĕ вилсен, кĕнеке çине ӳкер.

кĕнчеле

(кэ̆н'ζ'эл'э, к'э̆н'џ̌эл'э), то же, что канчала. Иногда обозначает пряслицу. ТММ. Кĕнчелепе тĕнче тытаймăн. Ib. Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле. N. Кĕнчели (пряслица) сак çинче тăнă. Катуç ларнă та, авăрла пуçланă. Хурамал. Сӳсе арланă чух çыхаççĕ, çавна калаççĕ кĕнчеле тесе. СПВВ. ЕХ. Çăма арламашткăн (так!) çăмне чăмăкка чĕркенине кĕнчеле теççĕ. Н. Седяк. Кĕнчеле = авăрлама чăмăртанă çăм. См. Paas. 63.

кĕр

(к'э̆р, кэ̆р), выйти, зайти, вьехать, заехать. N. Санăн ăçта кĕмелле? тесе ыйтрĕ ăлавçă. N. Ăçта кĕрĕпĕр çĕр выртма (на ночлег)? Альш. Хулана кĕнĕ çĕртех (при самом въезде в город) пĕр пĕчĕкĕ çурт пулнă. Етрух. Пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ («çынна пытарни»). Орау. Мĕн пур пӳлĕме (во все комнаты) кĕре-кĕре тухрăм. N. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен (не успел войти, а...) ятлаçма тапратрĕ. Чуратч. Ц. Усал тарçи пӳрте кĕнĕ-кĕмен ыйтрĕ, тет: куртăн-и? тесе. N. Сарă сĕтел кутĕнчен, мăйлă стаккан патĕнчен, ĕçсе-çисе кӳпĕнсе, кĕре-туха пĕлмеççĕ. N. Вĕреннĕ те (привык) унта çӳреме, халь те хăш чухне астумасăр (невзначай) кĕрех каяп. N. † Ай-хай, хамăр тантăшсем халех кĕрсе кайăпăр. Орау. Эп леш пӳлĕмрен тухнă çĕре вăл кĕнĕ-тăнă (вошел). ГТТ. Кĕриччен малтан, тухассине тавçарса ил. (Перевод тат. пословицы). N. Вара хĕрпе арăм, пĕркенчĕк ăшне кĕрсе ларса арăмĕ виçĕ çавра (3 куплета) йĕрсе кăтартать N. Вăл вăрманта çӳрекелерĕ-çӳрекелерĕ, тет те, темскерле пĕр упа капкăнĕ çине кĕчĕ кайрĕ (наткнулся), тет. Пазух. Хĕрсем вăйăран кĕрсессĕн, каять урам илемĕ. Сĕнтерчĕ 37. Ниçта кĕре-кая пĕлмесĕр, кускаласа çӳрет. Могонин. Пĕр пусăк çын пĕчĕк çынăнне уй анине пĕр утăм пек кĕрсе сухаланă (запахал лишку). || Тайба-Т., К-Кушки. Калуш атта кĕмес. Капоши не лезут на сапоги (калоши малы для этих сапог). || Попадать, проникать. ЧС. Тăла çăпатисене пĕри те пал(л)аса сырман: хăшĕ алла кĕнĕ, çавна сырнă. N. Çав йывăçсем пĕтĕмпех пиçсе кайнăчĕ, хăшĕ çурри таран çунса кĕрсе кайнăчĕ (обгорели). Альш. Ялăн тулашне тухса, çĕре алтса кĕреççĕ те икĕ енчен, хапха пекки тăваççĕ. («Çĕнĕ вут кăларни»). Сюгал-Яуш. Кайран пĕр мăн полă кĕчĕ (поймалась). N. † Çинçе вăлтана кĕрекен, хăй те кăртăш чĕппи вăл. Цив. Пулă çавăн пекех кĕрет (ловится). О сохр. здор. Çапах та хăш-хăш таса мар япала тӳшек çитти витĕр те çапать: пысăк çынсен тарĕ, ача-пăчан шăкĕ кĕрсен, тӳшекрен вара пит шăршă кĕрекен пулать (пахнет). Сред. Юм. Ôра айне кĕрен вит! Ведь лезешь под ноги. N. Тĕтĕм коçа кĕрет, ят коçа кĕмест. (Послов.). Толст. Çамрăк турачĕсем пĕрĕнсе кĕнĕ (сморщились). Альш. Хай Утил (Удел) çинчен калаçса кĕрсе кайрăмăр (разговорились об...) эпир. Ib. † Çамрăк хĕрсене илем кĕмес, кĕмĕл тенкĕ çакмасан. || Подгонять друг друга. Шел. 80. Харăс çĕкленсе йĕрки-йĕркипе, пĕр-пĕрин çине кĕрсе пыраççĕ (косцы). || Напасть. Истор. Тутарсем çине пырса кĕрсе, кам алла лекнине йăлт вĕлерсе тухнă (они). Ib. Вăл тăшман вырăссенчен темиçе хут вăйлине курса, унăн çине кĕме хăраса тăнă. Алекс. Нев. Нимĕчсем тĕрлĕ енчен вĕсем çине пыра-пыра кĕнĕ. || Поселиться, поместиться, занять. Изамб. Т. Халĕ кам патĕнче пурăнат? Якур патне кĕнĕ (погорелец). Изванк. Унăн мĕн каланисене хут çине çырсан, виç-тăват листа çине те кĕрес çук. Орау. Ăçта кĕрет-ши ман?! (о еде: «куда это только у меня помещается?!» — т. е. я много ем). || Идти, уходить. Изамб. Т. Тума (на одежду) пилĕк аршăн пустав кĕрет (идет). N. П. С. ани çинче урапана кĕмерĕ. || Наняться, поступить на место, на работу. N. Кĕр хам пата тарçа, мĕн чул илетĕн укçа, тенĕ вăл. Истор. Годунов патшана кĕрсе-кĕрсе пит тĕплĕ кĕрсе ларасшăн пулнă. Регули 1216. Кĕрсенех (малтан, кĕрсенех; первей, кĕрсенех) йăвăрччĕ, кайран çăмăлланчĕ. || Коракыш. Кусем татах парăма кĕнĕ (вошли в долги). || Капк. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ (провинился). || N. Суйланă çынсем причака кĕмелле пулнă (должны были принять присягу). || Войти в употребление. Сред. Юм. Ĕлĕк çĕре ахаль виçнĕ, унтан вара сăнчăр кĕнĕ, пôрнан ĕмĕрте кĕççе кĕрет. Якейк. † Çынсам çинче порçăн тоттăр, пирĕн пуçа кĕрес çок, — кĕрес çок мар, тохас çок. || Войти в силу. N. Патшалăх Канашĕ тунă ĕç канашра ларакансенчен виç пайĕнчен икĕ пайĕ килĕштерсен тин (саккун) йĕркине кĕмелле пулнă. || Выйти в люди. С. Тим. † Эпир çук çын ывăлĕ-хĕрĕ, хăçан кĕрĕпĕр-ши çын çине? («çын çине кĕрес» означало «стать порядочным, состоятельным»). Девлизерк. † Атте-анненĕн пиллĕхĕ çитсен, пулмăпăр-ши эпĕр çынсем, кĕмĕпĕр-ши эпир çын çине? || Дожить до той или иной поры. Беседа 18. Микулай çапла мункуна кĕчĕ. N. Çуркунне иртсе кайрĕ, çăва кĕтĕмĕр. Альш. Йĕпе-сапана кĕриччен (пока не началось ненастное время). || Çăварни. Çакна илтсен, ĕнтĕ ăса кĕрес пулать (надо образумиться). N. Вĕсем куçĕсемпе курасшăн мар, кăмăлĕсемпе ăна кĕресшĕн мар (в ум прийти). || О запахе. Толст. Йытă хир чăххи йĕрĕпе малалла мĕн чухлĕ кайнă, çавăн чухлĕ ăна чăхă шăрши кĕререх парса пырать (пахло сильнее). СТИК. Ахтар, хăнчен тар шăрши кĕрет! || О купаньи. Ст. Чек. Пике те, шыва кĕрсен-кĕрсен, тухат. N. Çырма патне çитсен, ачасем пĕри те кĕресшĕн мар, пурте хăраççĕ. || О крещении. Истор. Çапла 988-мĕш çулта Киеври халăх пĕр кунтах тĕне кĕрсе пĕтнĕ. || Кан. Ĕлĕк хурал пӳрчĕ тĕттĕм, таса марччĕ, халь ĕнтĕ илемĕ кĕчĕ (стала опрятной). || Садиться (о ткани). См. тăла тĕртни. || В качестве вспомогательного гл. БАБ. Тултан пĕр чăхă тытса кĕрсе, пӳрт урайне яраççĕ. Ib. Вара хăй ман çăвартан ăша вĕрчĕ те, таçта кайса кĕчĕ (исчез). Альш. Акам, эсĕ ман хыçран питĕрсех кĕр (запри за мною) хапхана. N. Çта кайса кĕресех! Куда же бы это укрыться! N. Чопкаласа çӳрет, ниçта кайса кĕримаçть. Çта кайса кĕчĕ ку шăрши? Шурăм-п. Хăмла татса пĕтерсе кĕнĕ чухне, пĕр шалча лартса хăвараççĕ. Чăв.-к. Кăшт выляса кĕрем-ха! Ходар. Ачасем: вирĕм, тесен, савăнса, таçта та кайса кĕрĕç (несказанно обрадуются). Юрк. Пырса кĕтĕмĕр (взъехали) пĕр кĕпер çине.

кĕрсе çӳре

заходить (в разные места). N. Тĕрлĕ çынсем патне кĕрсе çӳрерĕмĕр (заходили).

кĕрле

(к'ӧ̆рл'э, кэ̆рл'э), шуметь. Сред. Юм. Пăрахут иртсе кайнă чôхне, хăй кôрăнмасан та, кĕрлени илтĕнет. N. Вут шыв айĕнчен каллах кĕрлесе çунса карĕ, тет. КС. Çурт (строение) çуннă чухне кĕрлесе, шатăртатса çунать. Альш. Хыпать (огонь) хайхи урамăн леш енне те. Каять кĕрлесе вăл енĕ те. КС. Шыв кĕрлесе юхать («водопад, сильный эвук»). Хĕн-хур. 203. Шур Чĕмпĕр хули кĕрлет хăй майпе... кунта тĕрлĕ шав... кĕрлет чан сасси. ДФФ. Унта сăрт айккинчен пĕр вăйлă çăл кĕрлесе юхса тухать; шывĕ сивĕ. Капк. Тулта çанталăк кĕрлет, ай тур-тур! N. Çил кĕрлесе вĕрет (самый сильный, с ревом). N. Кĕлте кӳртнĕ чух ялта урапа кĕрленĕ сас анчах илтĕнет. Чув. пр. о пог. 90. Сăмавар кĕрлесен, çăмăр пулат. Если самовар шумит, будет дождь. Шорк. Вăйлă çил тохнă та, вăрман кĕрлесе анчах ларать. N. Тупă сасси пĕр чарăнмасар кĕрлесе тăрать. Орау. Паян ир çăмăр хыт чашлаттарчĕ-çке! çурт тăррисем (железные крыши) аслати пек кĕрлерĕç. 93 çул, 11. Хаяррăн кĕрлекен тинĕс тĕлĕнче çамăр пĕлĕчĕсем хуп-хура ушкăнăн çакăнса тăнă. N. † Кĕтӳ килет кĕрлесе, хура ĕне килет мĕкĕрсе. (Хĕр йĕрри). Истор. Хай хрантсуссем, кĕрлесе, Мускава кĕрсе тулнă. КАХ. Пире килĕшпе чипер кĕрлесе (хорошо, весело) пурăнма пар, çырлах! (Хĕрт-сурт пăтти). Карамыш. Айроплан (или: яроплан) кĕрлет. Аэроплан шумит. N. Туй ачисем кĕрлесе те çитрĕç (подошли с шумом).

кĕрмеш

(к'ӧ̆рмэш, кэ̆рмэш), возиться. Никит. Атте çпатапа кĕрмешет (возится с лаптями). Сред. Юм. Пĕрмай çавăнта кĕрмешет ô. Всё время возится он там. Янтик. Ытла снаях кĕрмешен эс ку чĕрессемпе! Ырма та пĕлместĕн пуль эс! Ан кĕрмеш ĕнтĕ, çитĕ. ЧС. Вăл касак çавăн пеккине ăçта çывăрса юлнине, кĕрмешнине астуса анчах çӳрет. (Сĕрен). Хĕвел № 1. Вĕсем хăйсен вĕрентекенсем патне кайса килти пекех кĕрмешсе çӳреççĕ. Календ. 1911. Темиçе çын пĕр пысăк михĕпе кĕрмешнĕ. КС. Паян вăл каскапалан шалт кĕрмешсе пĕтрĕм (замаялся). || Биться, бороться. N. Айвана, ухмаха ăс пама ан вăтан, çамрăкпа кĕрмешекен ватă çынна ятлама ан вăтан. N. Пирĕн пĕччен иккĕн упа тытма каяççĕ, унпа кĕрмешеççĕ. Чуратч. Б. Упăти пăлана тытнă та, кĕрмешсе тăрать. N. Тарçăсен хуçасемпе кĕрмешмелли тĕрлĕ эмел пур. N. Мĕншĕн тата, уйăх çине нумайччен пăхса тăрсан, ун çинче чăнах та пĕр çын тепĕр çынпа кĕрмешнĕ пек курăнать? тетĕп. Хурамал. Кĕрмешет тесе, тĕрткелешсе вылянине калаççĕ. || Усиленно бороться. Орау.

кĕрмештер

понуд. ф. от гл. кĕрмеш. Никит. Вăл пĕрмаях пĕчиккисем валли тем тĕрлĕ вăйă тупса кĕрмештернĕ. Орау. Ку каска (кряж) кĕрмештерет (требует усилий, возни), ача. Нимпе те çĕнме çук; тияймаспăр та тияймаспăр çуна çине!

кĕрпе пăтти

(-ττиы), кашица. См. кĕрпетти. Юрк. Кĕрпе пăттине кирек хăçан та, шĕвĕрен, çăкăрпа çиеççĕ. Ib. Кĕрпе пăтти теççĕ чăвашсем шĕвĕ кăна, кашăкпа сыпса çимелли яшкана. Ăна тĕрлĕ кĕрпесенчен акă епле пĕçереççĕ: хурана малтан, çемьене кура, миçе курка кирлĕ, ун чухлĕ шыв яраççĕ, унтан пĕр-ик ывçă кĕрпе яраççĕ; хăшĕ тата унтах паранкă та, аш татăкĕсене те, вĕтчеççĕ (меленько) тураса, яраççĕ. Çителĕклĕ тăвар калаттараççĕ. Унтан вара хуран айне кăвайтăсем хурса, вут чĕртсе, вĕсене вĕретеççĕ. Кĕрпипе паранкисем пиçсен, тиркĕ çине ăсса, юрма ярса, кашăксемпе çие пуçлаççĕ. Трхбл. Кĕрпе пăтти (кашица) вăл шĕвĕ пăтă, ăна пĕçернĕ чухне хăшĕ кĕрперен пуçне нимĕн те ямаççĕ, хăшĕ улма (çĕрулми) тураса яраççĕ.

кĕçĕн туй

свадьба с неполным обрядом. (В иных местах назыв. «Шыльăк»). Юрк. Кĕçĕн туйсем пирĕн чăвашăн темиçе тĕрлĕ те пулаççĕ: çураçса илекенсенĕн, тухса пыракансенĕн, вăрласа каякансенĕн.

кĕтевле

кĕтеле, кĕтелле (к'э̃д'эл'л'э), в долг, взаймы. Кан. Тавара кĕтевле панисем нумай. N. Тĕрлĕ машшинсем кĕтеле туянаççĕ (приобретают в рассрочку). Якейк. Тенкĕ çорăлăх порçăн кĕтеллех парса яч, мĕлле ыр çын çав. Ib. Эп пĕр вос çăмарта кĕтелле парса ятăм (продал в долг).

кĕшĕк

употреблено в см. насекомого. Шăна чирсем сарать. Ерекен чирсене тĕрлĕ кĕшĕксем ертеççĕ, пуринчен ытла шăнасем, пăйтăсем, хăнтăласем, пăрçасем. См. Paas. 66, а также кайăк-кĕшĕк. || Присловье к сл. «кайăк». Ачач. Вăл мĕнле асапланнине, вăл мĕн тунине пĕр çутă хĕвел пайăркипе ним хуйхăсăр вĕçсе çӳрекен кайăк-кĕшĕксем анчах курчĕç.

ква-ква-ква

подр. «пению» пчелиной матки. Вĕлле хурчĕ 20. Вăл тем тĕрлĕ юрла-юрла (амĕш вĕллере юрлать, теççĕ: ква-ква-ква!) вĕлересшĕн чупкаласа çӳресен те, хуртсем яхăна ямаççĕ.

тăхăн

надевать, одеваться. КВИ. Тăхăннă йăвăçсем пурте сарă тумтирне. ГФФ. † Порнеллĕ те перчаткă тăхăнас мар. Уж не будем надевать перчаток. А.-п. й. ЗЗ. Хĕнерĕç-хĕнерĕç те, упа тирĕ тăхăннă такасем тӳп кайса ӳкрĕç. ГФФ. † Шор перчатки, кăвак кончи тăхăнас тенĕ чух ма çок-ши? Белые перчатки, синие наголенки — почему нет их, когда хочешь надевать. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 60. Тилли кун япалисене тăхăнать те, хай малтанхи юрра пĕр çавра юрласа, йăлт курăнать вăрманалла. Альш. Пуçăнти çĕлĕк пулайса пуçна тăхăнса пырам-и? Изамб. Т. Унăн çаннисене тăхăнса каçан çине хурсан, тӳмелеççĕ. Шурăм-п. № 13. Пĕр вырăсла тăхăннăскер тăра парать. К.-Кушки. Ха, ачу йĕмне вĕçĕнчен тăхăнат! N. Тăлăп айĕнчен кĕрĕк тăхăннă; кĕрĕк çинчен тăлăп тăхăннă. ЧП. Кĕмĕл çĕрĕ хывтарар-и, вăта пӳрнене тăхăнар-и. N. Çĕтĕк-çатăк тумтирсем тăхăнса янă. К.-Кушки. Урана тăхăнмалли çук. (у меня) нет обуви. ТХКА 72. Тирне сĕвсе, хура çĕлĕк çĕлесе тăхăнчĕ. Шашкар. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса ларнă. || Носить. N. Ман хреснатте ути-утми çӳресе пĕр мăшăр сăран аттине вунсакăр çул тăхăнчĕ (носил). N. Сарă кĕрĕк çĕлетрĕм — тăхăнма пĕлмерĕм, тепре çĕлетсен тăхăна пĕлĕттĕм-çук. N. Мĕн кирлĕ таран манăнне ил, аялтан тăхăнмаллине те, çиелтен тăхăнмаллине те. ГФФ. † Кĕмĕл çĕрĕ çыруллă, тăхăнăр çыру пĕтиччен. Серебряное кольцо с надписыо, носите вы его, пока не сотрется надпись. НР. † Атте çлетсе пачĕ сарă кĕрĕк, тăхăнсан кули кивелмест. Отец сшил мне новую шубу; если носить, как же она не износится. ГФФ. † Лаккировнăй аттине тăхăнма майне пĕлмерĕмĕр поль, çампа времсĕр çĕтĕлчĕ поль. Видно, не умели мы носить лакированные сапоги, потому они так скоро и износились.

тĕк-тăмал

напрасно, зря, даром, попусту. Ашшĕ-амăшне. Пăртак хĕрхен хĕрне, мĕшĕн ăна тĕк-тăмалах хур тăватăн. Юрк. Кирлĕ мар çĕре вĕсем пире тĕк-тăмалах укçасем парса тăмĕçĕ. Ib. Мана тĕк-тăмал унта илес çук (не примут), кама та пулсан тĕкме кирлĕ пулĕ. || Зряшний. Юрк. Çав çын тĕк-тăмал çын ачиччĕ, янарал ачи марччĕ. Ib. Хăми çине çырса хунине курсан лешсем кулса, кăна ялан, тĕк-тăмал çынна, кашни сăмах хыççăн: „ваше сиятельство“ тесе, темĕн тĕрлĕ кула-кула ахăлтатса калаçса ĕçсе-çисе пурăнаççĕ. Ib. Вăл сăмахсем тĕрĕс мар, тĕк-тăмал самах çукран сăмах тупса калаçнисем, анчах.

тĕлĕш

относительно. Альш. Вĕсене е Куславкканалла е Шупашкаралла леçе-леçе хăвараççĕ, тет, пирĕн ялсем. Анчах эпĕ вăл тĕлĕше пĕлсех каяймастăп вара. Бес. чув. 4. Ĕç тĕлĕшне вăл çамрăкранпах лайăх вĕренсе пынă. N. Акă мĕнтен ан намăслан, акă мĕн тĕлĕшрен суя намăс пирки ан хĕрел. ЧС. Анчах пурнăç тĕлĕшне тыта пĕлеймерĕмĕр (не сукели жить), çапла ĕнтĕ намăссăрланса сĕтĕрĕнсе çӳретпĕр (так говорили нищие старухи). N. Эй, ывăлăм, пур тĕлĕшрен те кунĕ пул. N. Вăл сирĕн патăрта пăртак пурăнас тĕлĕшрен эпĕ пĕре пăсăлмастăп. N. Çĕр çинче пур тĕлĕшрен те таса çын никам та çук. N. Пурлăх пухас тĕлĕшĕнчен калаçсан... N. Çынна хăртас тĕлĕшрен вăл пит куштан вара. N. Мĕн тĕлĕшпе эпĕ ку тĕрлĕ сан кăмăлна тупрăм та ĕнтĕ. Бес. чув. 6. Вăлах Микулая тĕн тĕлĕшпе нумай ăнлантара-ăнлантара панă. N. Эсĕ ман арăма анчах ан пăрах. Ун тĕлĕшĕнчен кăмăллă пул. Сет-к. Вăл тĕлĕшĕнчен (вăл тĕлĕшрен) эп аптрамастăп. Кан. Кирек хăш ялта хăйĕн уйрăм ăсталăх ĕçĕ паллă пулать: хăшĕ тир ĕçсемпе, хăшĕ чăпта тĕлĕшпе. N. Тытнă кайăксене сутас тĕлĕшпе. ЧК. Колхозсенчи тата шкулсемпе районри учрежденисенчи физкультурниксем граната ывăтас, сикес, чупас тĕлĕшпе спартакиадăна хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. N. Январ уйăхĕнче тухмалли шурналсене вăхăтра кăларас тĕлĕшпе те типокрафире хăнт та тумаççĕ-ха. Истор. Анчах тăшмана тавăрас- тĕлĕшреи пит хытă чĕреллĕ пулнă. || Повод. О сохр. здор. Хура халăх хушшинче çак тĕлĕшпе (по этому поводу) темиçе тĕслĕ урăх сăмах та илтме пулать. Бес. чув. 15. Микулай: мĕн пухăвĕ тата? тесе ыйтрĕ, анчах ача пуху мĕн тĕлĕшпе пулнине пĕлмен. || Для. Патшалăх тĕлĕшĕнчен ĕç пит нумай. Сред. Юм. Он тĕлĕшĕнчен тем те килсе тохĕ, пит телейлĕ мар-и ô. N. Анчах мĕнле ырă çын тĕлĕшĕнчен те усаллăх тупăнать. Сл. Кузьм. 159. Сирĕн тĕлĕшрен тумаллине вăй çитнĕ таран турăмăр. Ib. 43. Ĕнтĕ эпĕ санăн тĕлĕшĕнчен тăвас ĕçе турăм. || Из-за. Кан. Çав тĕлĕшпе чирленĕ шултăра выльăха йĕтĕн е кантăр çăвĕ памалла. N. Вара Иван вăл тĕлĕшпе çулталăк та çичĕ уйăх хурлăх курса, тертленсе пурăнмалла пулнă. || С. ЧС. Ыйхă тĕлĕшпе нимĕн тăва та пĕлместпĕр. || О, об. N. Вутă тĕлĕшне тата çырса ярăр. N. Сан тĕлĕшĕнтен савăнса хĕпĕртем. || По. N. Эпĕ пĕре хамăн тĕлĕшпе шухăшлап, пĕре сирĕн тĕлĕшпе. || Через. N. Аçу миçе тенкĕ усă кӳчĕ утă тĕлĕшпе. || Шашкар. Чĕрне хори тĕлĕшне те тăрмастăп.

тĕлĕшшĕн

то же, что тĕлĕшĕн. N. Хам пуç тĕлĕшшĕн шухăшлатăп: мĕн тĕрлĕ хуйхă курса пĕтрĕм ĕнтĕ, ăшăм-чиккĕммĕм тĕрлĕ çунчĕ... тетĕп. N. Унăн куçĕнчен нимĕн те ӳкес çук. Вăл ĕмĕр витĕр курса тăрать, ун тĕлĕшшĕн нимĕн те тĕлĕнмелли çук. Полтава 15. Пĕччен хăй пуç тĕлĕшшĕн шухăшласа çӳретчĕ. Шибач. Поç тĕлĕшшĕн попляса çӳрет (бормочет).

тĕп

частица образов. формы превосходной степени. N. Арпус çап-çаврака пулсан та, ун çинче ларакан шăнана вăл тĕп тӳрем пек курăнать пулĕ, тет. Чув. календ. 1911. Çурçĕр енчи, тĕп çурçĕр енчи чи сивĕ вырăна çурçĕрти полюс теççĕ. Кан. Çырмисенче пулă алăпах тытмалла, çĕрĕ тĕп тикĕс, хура тăпраллă. Стюх. Тĕп тĕмеске. Юрк. Пакку çинчен тĕп тĕрĕс пĕлтĕм (точно узнал). Толст. Пĕр кĕрепенке тĕп тĕрĕс касса ил. Орау. Тĕп тĕрĕс, как раз. Изамб. Т. Укçана шутласа пăхрăм та, тĕп тĕрĕс (все целы). Юрк. Çăварĕнчи шăлĕсем пурте тĕп тĕрĕс пулнă. Ал. цв. 28. Çак пурне те хăратса тăракан тискер сăнăмпа эпĕ ĕнтĕ тĕп тĕрĕс вăтăр çул пурăнтăм. Якейк. Текерлӳ çăмарти тĕп тĕрлĕ. Ib. Тоттăра тĕп тĕрлĕ шăтарнă. Ib. Уйăра тĕп тĕп-тĕрлĕ кĕтӳ çӳрет. В. Олг. Тĕп тĕрлĕ йĕм. Панклеи. Кайăк тытас килет-и сан, çав чăршă тăрнче вакша тем чохлех, тет. Кайса пăххăрм та, чăнах вакша тĕп тĕрлĕ йывăç тăрнче. КС. Пăшал паллине тĕп тĕрлех тунă (тивнĕ, много дробин попало). N. Пĕрик эрне хушшинче уя тĕп тĕрлĕ çĕмел лартаççĕ. Paas. Тĕп тĕттĕм, совсем темный. N. Çанталăк тĕп тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. || Совершенно, окончательно. Собр. Тарçа-тĕрçе шанакан хăрах куçсăр пулнă; ывăла-хĕре шанакан тĕп куçсăр пулнă, терĕ. Б. Хирлепы. Тарçа шаннă, хăрах куçсăр пулнă тет, улне-хĕрне шаннă, тĕп куçсăр пулнă тет, терĕ. Трахома. Çапла чир ик-виç çулта çынна тĕп суккăрах туса лартать. N. Тĕп суккăрри пулмасан, куçĕсем пăсăлса çӳрекенсем те пулин пур, тет. N. Халăха кирлине тĕп татса çырайман.

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

тĕпе-йĕрĕпе

основательно, окончательно, совсем, дотла. Н. Шинкус. Чăвашсем тĕне кĕнĕ пулсан та, нумайĕшĕ хăйсен авалхи йăлисене тĕпĕ-йĕрĕпех пăрахса пĕтермен пулнă. Календ. 1906. Тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсем, лĕпĕшсем ере пуçласан, вĕсене çийĕнчех тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтерме тăрăшас пулать. || Подробно. А.-п. й. 77. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурăнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. N. Аксенов хăйĕнчен тĕпĕ-йĕрĕпе ыйтнăран тĕлĕнсе кайнă. N. Тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартрĕ. || Точно. Ст. Чек. Тĕпĕ-йĕрĕне пĕлекен çук.

тĕпле-йĕрлĕ

основательно; подробно. Альш. Ăна вăл тĕплĕ-йĕрлĕ каласа çыртарать. || Порядочный. Чăв. й. пур. 10°. Çав Михеле шап тĕплĕ-йĕрлĕ çынах мар, тĕрлĕ енне шухăшлакан çын.

тĕптĕрлу

знач. не выясн. Чураль-к. Тĕптĕрлу-тĕптĕрлу, тĕрлĕ кукку тĕр тăвать, сакăр чана чан çапать, утмăл кăвакал пуççапать.

тĕрле

вышивать, делать узоры, рисовать. N. Алăсăр, урасăр тĕрĕ тĕрлет. (Хĕл сивви). ЧП. Тĕрле (шурă кĕпе çухине). Чертаг. Тĕрленĕ хăю, обшивка женской рубашки. ||Строчить (напр., ворот чапана). Торх. Альш. Хай пысăк шапа хутаç çăварне уçат та, ку ухмаха çав тĕрлĕ лайăх хаклă йыши чулсемпе тĕрленĕ çĕрĕ кăларса парат. Образцы 17. † Хапхăрсене кам тунă, юписене тĕрленĕ. СТИК. Ку пӳрт умне епле тĕрлесе пĕтернĕ. Фасад дома разукрасили резьбой. || Писать. Сан çинчен приккасра тĕрлесе хунă, тет. || Полосовать.

тĕрлĕ

с узорами, с рисунками. ЧП. Инке курки тĕрлĕ курка, тек тĕрлеме юрамĕ. Çатра-Марка. † Тĕрлĕ питлĕ тӳшек çинче хĕрпе кĕрӳ вăйă выллять. N. Пӳрт çинче тĕрлĕ тутăр выртать. (Çăлтăрсем). Якейк. Хора тĕрлĕ кайăк. N. Тăваткăл çытар, тĕрлĕ пит, сарса ан хорăр, лармастăп. || Пестрый. СПВВ. ВА. Тĕрлĕ = чăпар, пестрый. Вотлан. Уйра тĕрлĕ чăхă ларĕ. (Çăпата йĕрĕ). N. Вăрманта тĕрлĕ чĕпĕ çӳрĕ. Якейк. Тĕрлĕ те тĕрлĕ шараварĕ (тĕрлĕ шалавар, пестрые). N. Тĕрлĕ кăçат.

тĕрĕ

узор, вышивка, рисунок. Нюш-к. Икĕ енни пĕр пекки çын пĕлми тĕрĕ. Унпа юнашар ухмах тĕрĕ. Çын пĕлми тĕрре пит ăста çын анчах тăвать. Чăнах та çын пĕлми тĕрре тăвакан çын кирак мĕнле тĕрре те тума пултарать. Çын пĕлми тĕрре халь тума пăрахнă. Куна куç витĕр курман карчăк чухпа тăвса пачĕ. ЧП. Ӳкерсе тума тĕрĕ мар. Сл. Кузьм. 164. Тĕрлĕ тĕрĕсемпе илемлетсе пĕтернĕ. М. Яниково. Ĕлĕк ку тĕрре (расшитый узорами платок) кĕрӳ туйра çурмаран хутласа икĕ кĕтеслĕ тăвса çурăм çине çакса çӳренĕ. Т. II. Загадки. Юплĕ-юплĕ тĕрĕ йăвăç çинче чĕрĕ аш çакăнса тăрать. (Пилеш). Нюш-к. Тĕрре хуратрăм тени пир çинче пĕр çипе тĕрĕ мĕнле пулассине йĕрлесе тухрăм тени пулать. Мыслец. Тĕрĕ, вышивка. Кубово. Эс мĕн тăван, тăхлачă? – Йăвăр тĕрĕ тăватăп. Шемшер. † Тĕрре пĕлмен хĕрсене сарă порçăк нушнах мар. Образцы 22. † Тĕрре пĕлмен хĕрсене мĕне кирлĕ сар пурçăн. Ib. 4. † Ялан вăйăпа пулас мар, тĕрĕ тумасăр юлас мар. Ib. 1. † Кăвак чечек тăррисем – вĕт улача тĕррисем. || Рисунок на монете. Шаймурз. Йешĕлех те хурăн çулçисем чистă патша укçи тĕррисем. N. Укçа тĕрри пур пирĕн, эпир тухса кайиччен, ӳкерейсе ăна юлсамăр. Тим. Пирĕн савна тусăн куçĕсем çĕнĕ çитмĕллĕхĕн тĕрри пек. Юрк. Виç пус укçи тĕрри пур.

тĕрлĕ

разный, различный, разнообразный, всевозможный; всякий. А.-п. й. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Чăв. юм. 1919. Шыв хĕрринче чăнахах та тĕрлĕ çĕртен тухатмăшсем пуçтарăннă. N. Чăвашсем хĕлле тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ пурнаççĕ. Кив-Йал. Чăвашла сăмах тĕрлĕ вĕт вăл чыстă. N. Тĕрлĕ кун кунта. N. Манран тĕрлĕ майпа чăвашсен пурăнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Кама 30. Тĕрĕксен те çынсем тĕрли пулаççĕ, сирĕн пеккисем те пур вĕсен, пирĕн пеккисем те нумай. N. Тĕрлĕ тĕслĕ чечек. N. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Вишн. 64. Çав сĕтне урпа шывне мĕн чулĕшер илсе хутăштарас пулать-ши? Вĕсене тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕшер илсе хутăштарас пулать. N. Ака (плуг) тĕрли пур. Сред. Юм. Тĕрлĕ кил ăшчикки. (Гов., если в доме не одна семья). N. Пирĕн патăмăрта Кăмаша ятлă пит пысăк вăрман пур. Çав вăрмана тĕрлĕ тĕлтине тĕрлĕ ят хунă. О Японии. N. Хуртсем вĕсем тĕрли пур. Сред. Юм. Пĕр тĕрли кайрĕç онта. Некоторые пошли туда. N. Ку тĕрлĕ, мĕн тĕрлĕ, виç тĕрлĕ, урăх тĕрлĕ. || Неодинаковой продолжительности. Баран. 121. Тĕрлĕ йывăçăн ĕмĕрĕ тĕрлĕ. || Хурамал. Кĕлле тăрсан, кашни тăмассерен харкам хăйне пĕр тĕрлĕ асăнса чӳкленĕ. N. Çĕр салтак çĕр тĕрлĕ калаççĕ. || Юрк. Пĕр тĕрлĕрех пурăнакан çынсем. Ст. Чек. Пĕр тĕрлĕ, ку тĕрлĕ. Ib. Пĕр тĕрлĕ тăратпăр-ха. || Ходар. Чӳклемене вырăсла пурăнакан чăвашсем те тăватчĕç, анчах вăлсем урăх тĕрлĕрех тăватчĕç. || N. Вăл тĕрлех çиленсе ан пĕтер-ха. N. Анчах çав тĕрлĕ савăнăçлă пурăнăç манăн часах улшăнчĕ. Тим. Шурă хурăн ӳсет мĕн тĕрлĕ? Çулçисем çаврака çав тĕрлĕ. Янтик. Аслă вăрманĕсем мĕн тĕрлĕ, çулçисем тăкăнаççĕ çав тĕрлĕ; пирĕн аппа-йысна мĕн тĕрлĕ, пирĕн те пуласчĕ çав тĕрлĕ. || С. Тим. Эх пархатарсăр, пĕрте çын тĕрлĕ хăтланмастăн-ĕçке (çын тĕрлĕ, прилично, пристойно). || Вид. Баран. Ыраш икĕ тĕрлĕ пулать.

тĕрлĕ-мерлĕ

различный, различно. Изамб. Т. Тĕрлĕ-мерлĕ ан калаç (без толку, со странными переходами от одного предмета к другому). Н. Уз. Тĕрлĕ-мерлĕ йĕркесем (порядки). N. Çапах та вĕсем халĕ те ĕлĕкхи тĕрлĕ-мерлĕ йăласене нумайăшне туса тытса пыраççĕ, тет. СПВВ. Х. Тĕрлĕ-мерлĕ шухăшсем кĕрсессĕн, тĕрĕнтĕмĕр хурăн хуппи пек.

тĕрлĕ-мĕрлĕ

то же, что тĕрлĕ-мерлĕ. Шел. 28 Тĕрлĕ-мĕрлĕ уйласа... кĕрсе каять малалла. Шел. П. 52. Тĕрлĕ-мĕрлĕ юрăсем янтраттарса яраççĕ.

тĕрлĕ-пĕрлĕ

всевозможный. Якейк. Тĕрлĕ-пĕрлĕ пĕрлĕ-хен вăрман виттĕр корăнать.

тĕрлĕ-тĕрлĕ

самый разнообразный. Якейк. Цив. Çилхисем тĕрлĕ-тĕрлĕ, ылтăнлă-кĕмĕллĕ, тет. N. Тĕрлĕ-тĕрлĕ урăхла вĕрентӳ хыççăн ан кайăр. Сред. Юм. Тĕрлĕ-тĕрлĕ кил ăшчикки. (Пĕр пӳртре икшер çемье п{{anchor|DdeLink179192104920318}} ôрнсан калаççĕ). Ib. Тĕрлĕ-тĕрлĕ кил ăшчиккинче тĕпĕртетсе пôрначчин луччă ирĕке тохса пôрнас кĕр пуç çиç те полса туса.

тĕсет

замечать, обращать внимание. Альш. Эпир хăш çулпалан кайнине икĕ хура куçăрпа тĕсетĕр. Кĕвĕсем. Тĕрлĕ йăвăçсем хушшинче тĕсетет-çке улма йăвăççи. || Поправлять. Шаймурз. Атя, акка, ăсатам, тухьюсене тĕсетем (укçисене сĕре-сĕре тасатас). Альш. Атя, йăмăк, ăсатам, тухью тăрне тĕсетем. Образцы 106. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр, пусмăрсене тухса тĕсетĕр, эпир хăш çулпала кайнине икĕ хура куçăрпа тĕсесемĕр. Икĕ хура куçăрпа тĕсесессĕн, чĕнтерлĕ кĕпер урлă каçарăр. СПВВ. Ăсататăр пулсан ăсатăр, пусмăрсене тухса тĕсетĕр. || Бить (кого-либо). Орау. Ачана тĕсетсе янă. КС. Паян пасарта пĕр çынна пиçиххипе тытса лайăх тĕсеттĕрĕç (поймали с украденным кушаком и сильно били). В слове тĕсет есть оттенок злорадства и безучастное отношенне говорящего к предмету суждения.

тĕттĕм тутлăх

знач. не выясн. N. Пур тĕрлĕ шухăша каясран та, тĕттĕм тутлăхран та сыхла пире. (Из моленья).

трес

трест. Шел. II. 2З. Вăрман тресĕ йăвăçне тĕрлĕ енне шутарать.

чыстă

совсем. N. Вырăн пур, тет, анчах Ивановсем панчен чыстă тух вара, тет, чыстă тухмасан илместĕп, тет Пухтел. Чыстă кайрĕ, совсем. || Даже. Пухтел. Ну сивĕ паян çав тĕрлĕ, чыстă чăтмалла мар!

чис

угощенье. Альш. Хура вăрман çине пас тытнă, тăванăмсем, ăсатăрсам пире, чис çитнĕ. N. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чис хатĕрлет. Ст. Шаймурз. Çак тăвансем патне килсессĕн, хăçан чис курмасăр кайни пур. Ст. Айб. Савнă тусăм аса килнĕ чух, çитеймерĕм эп чиспала. || Пиршество. N. Унăн пирвайхи чисăнче çичĕ çулхи вăкăрĕ пулнă. || Почет, честь, уважение. Ала 11°. Ку çамрăк хуçа арăмĕ ку ватă хуçана чис парса каллех ĕлĕкхи вырăнсем çинех лартăрĕ, тет. N. Эпир ачана çак тĕрлĕ чис туса килетпĕр, эсир ырă кăмăлтан кĕтетре? Юрк. Ямшăксенĕн чăпăрккисем вăрăм чăпăрккă, çавăрса çапмасан чис пулмĕ. Ст. Чек. Чисран тухнă (человек, потерявший нравственность). Ib. Ман чисма ярат (çухатат), меня компрометирует. || N. Иртен-çӳрене пăхма юратнă çынсем çĕнĕ хăнасене пит чис пăхнă. || Ст. Чек. Хăрхăм хăй чисра: ăна нимĕн çитере пĕлмеççĕ.

чукла

тесать. Изамб. Т. Çуна тупанне чукламалла. N. Чукла = чутла, подтесывать. N. Пĕр-пĕр япаларан касса, чукласа, унаса, шăратса тĕрлĕ кĕлеткесем тăвас. || Лашм. Француз тутăр простой иккен, чукне чукламан иккен. Каша. Симĕс пурçăн лайăх чуклама. Н. Карм. Чукласа пĕтернĕ = шерепелесе пĕтернĕ.

чул

чол (ц’ул, ч’ул, ч’ол), камень. N. Чул катăкĕ, обломок камня. Дик. леб. З6. Темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тĕп-тикĕс якатаççĕ. Ib. 37. Чи варринче анчах шывран пĕр шĕвĕр чул тухса тăрать. N. Лаша урисемпе чула çаптарнипе вут тухса пырать. N. Лаша чĕрнине (урипе) чула хыртарса илчĕ те, чултан вут тухса кайрĕ. Пазух. † Вуник ывăл вилсе те пĕтиччен чĕрене чул хурса та çӳрерĕм. Янгильд. Петĕрĕн ори лашапа çона таптаса кайнă тĕлте чол пак шыçса кайнă. Яргуньк. Чул пуçтарать вăл сана пемешкĕн. || Мельничный жернов. N. Чул тăх, ковать мельничный жернов. Якейк. Чолта виçĕ кăшăл. На жернове три обруча. Изамб. Т. Çав армансенче виç чултан ытла авăрмаст. Ib. Чул çĕкленнипе армана хытă кайсан пусараççĕ. || Каменка. N. Мунчийĕн лавкки ылттăн, чулĕ мерчен, мĕлĕки пурçăн. (Такмак). N. Мунчи уртăш йывăçĕнчен, çийĕ калай, лапки кĕленче, чулĕ мерчен, ăшши шерпет, милĕкĕ пурçăн, валашки пăхăр, курки кĕмĕл. (Такмак). Образцы 20. † Мунча чулĕ тикĕссĕр, ăшши яма кăмăлсăр. || Соль. N. Ишек енелле тăвара чол теççĕ. Вомбу-к. Сире чол кирлĕ поль-ха, тесе каларĕ, тет. || Каменный. Ск. и пред. чув. 104. Хăйĕн анлă кăкăрне чул чышкипе чăмăрлать. Ib. ЗЗ. Эпир иксĕмĕр сăмахпа чул çурт та лартатпăр. Образцы 78. † Пирĕн аттенĕн чул пусма, чул пусмана хăпарма вăйлă, тăнлă çын кирлĕ.

чул юпа çавраки

назв. луга (улăх; там Тутар вилли вырăнĕ). Азбаба. Чул юпа çавраки. Чулне вырăнтан хăпартсассăн, пăр çапса каять пусса, яла тĕрлĕ инкек-синкер пулать, тетчĕç ватă çынсем. Тата çавăн панче çывăрсассăн, çынна тĕрлĕрен чирсем ерет, тетчĕç.

чун

чон, душа. К.-Кушки. Чĕнтерлĕ кĕпер айĕнче шăнкăлтатат кăвакалăн чĕпписем, кăвакалăн чĕппи мар-тăр вăл, пирĕн пек мĕскĕн ачасен чунĕ-тĕр. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Образцы 48. † Çак тăвансем патне килсессĕн, килмессерен чунăм савăнать. Ib. 48. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çур чунăма çурса парăттăм. Пазух. 28. † Сăрисем те пыл пек, хуçи чун пек, мĕншĕн тăван тесе калас мар. Образцы 13. † Пăхсан ĕçĕм юлать-çке, пăхмасан чун чăтаймасть-çке. Ib. 5. † Мĕншĕн вăйя тухмастăр чунăрсене йăпатма. N. Сасси те çав шăнкра пек каччă чунне çемçетет. Ск. и пред. чув. 37. Çутăлать Мăн-шыв, чуна хăпартать. N. Çамрăк чунăм çĕкленет. Капк. Кинĕ каланă ăшă сăмахсене илтсен, карчăк чунĕ тин лăш карĕ. Ст. Шаймурз. Çак шухăш аса килсен, вара чун питĕ хурланатчĕ, питĕ пăшăрханатчĕ. N. Чун хĕпĕртенипе ниçта та кайса кĕрейместĕп. Арçури. Чон шикленет, ăш вăркать. Çĕнтерчĕ 18. Ан калаçтар, анне-е-е! Чун тарăхать. N. Чун вирелле тăрат саççим çавсемпе айкашсан. Пухтел. Чунĕ пӳлĕнет (у человека умирающего, если кто-нибудь громко заплачет). Н. Карм. Пире хаяр сунакан çынсем, çипрен çинче чунĕ татăлтăр. N. Чун татăлас пек уласа макăр. Пшкрт. Чонă татăлтăрай. (Ругань). В. Олг. Торă татса кайтăр сан чонна. (Сидьная ругань). N. Пĕр-ик-виç кунтан ача чунĕ, чĕкеç пулса, ашшĕ пӳрчĕ тăррине тăрса юрлат. (Из сказки). Дик. леб 52. Чăн аслă пиччĕшĕ каланă: çапла çав, вăл айăпсăр чун! тенĕ. Ib. 50. Тимĕр решеткелĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх-тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Букв. 1900. Ӳчĕ пур та, чунĕ çук. (Çурта). Зап. ВНО. Чунĕ пур, юнĕ çук. (Тараккан). N. Чун пулсан чул хушшинче те усрăпăр. Ст. Шаймурз. Çын урлă сăмах илтсен, çулçă пек çамрăк чуна питрех хĕн. КВИ. Çамрăк чун та пĕчĕк чун, чунĕ ытла çемçе çав. Ентĕрел. Хальхи ачасен, хăйсем çураличчен, чунĕсем çуралнă. (Говорят старики, дивясь детям, напр., тому, что они катаются на коньках, которых чуваши прежде не видали). Тайба Т. Тăвансем аякра, чун çывăхра, килсе кураймастпăр çеçен хир урлă. Орау. Çăмăлланасси пит хăрушă.— Чунтан чун уйăрлать те, хăрушă пулмасăр. Якейк. Çын пăсăлсан поканя, е чостаран çын кĕлетки туса, салакайăк çăмарти илсе, пĕр-пĕр çĕре кайса пăрахнă чох: чон вырăнне чон паратăп, кĕлетке вырăнне кĕлетке паратăп,— тенĕ ĕлĕк тĕттĕм чăвашсем. Питушк. Пит лайăх лашасам, чон тăма çĕр çук. Изамб. Т. Епле унăн чунĕ чăтат-ши? (без работы). N. Çывăхра персен так чон топаннех сиксе анать. || КС. Чуну пур-и? Жив ли? || Жизнь. N. Чĕкеçĕсем чие хушшинче, çуначĕсем пĕлĕт хушшинче; сан чунупа ман чунăм ылтăн ука хушшинче (наша жизнь течет радостно). Якейк. Чол-холара чол хаклă, кăçалхи çола çитрĕм те, чол хаклă мар, чон хаклă. (Солд п.). N. Сан чунупа, тăван, ман чунăм тĕнче çине тухнă хĕвел пек. || Существование. N. Апат начарланчĕ, но чон осрама (поддерживать существование) полать, терĕ. || Человек. N. Этем чунĕ вали нихăçан та çурхи пек савăнăç çук. Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Поверье). Орау. Пирĕн кĕçĕр пĕр чун хутшăнчĕ. Мĕн ача тата? – Ывăл. СПВВ. Киле чун хутшăнсан... (В Сред. Юм., напр., если возьмут в дом сноху или если родится ребенок). Дик. леб 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман. || Душа населения, едок. N. Арçын чунĕ, мужчина (как одна душа населения), хĕрарăм чунĕ, женская душа (когда считают по душам). КС. Эсир пире çĕрсене чунтан мĕн тивнине улпучĕсене те пур хура туналлă халăхсене тан туса уйăрса парăр, тенĕ. || Живое существо. СТИК. Ку та вĕт чун! (Питĕ начар, нишлĕ путексене шеллесе калаççĕ). Ib. Пĕр чунтан икĕ чун пулчĕ. (Сурăх пăруласан калаççĕ). Ст. Шаймурз. Кунта мĕн тума килтĕм? (пришла я?). Пĕр чун та çук. Стюх. Ай-хай-ах-та, манăн тантăшăм, санпала манăн сăмах килĕшет. Ĕлĕкрен пĕрле пурăнса, пĕр чун пулса, санпала пĕрле ӳснĕрен. С. Тим. Атте, савнă чуну пулăттăм, ăшăнта мĕн пуррине пĕлĕттĕм. Ау 2°. Хулара пĕр чун та çук, тет. Сред. Юм. Мĕн тума кайрăм эп онта, исмалин пĕр чон та çок-çке ĕнтĕ (ни души нет). N. Тыр вырнă чухне ял хушшинче пĕр чĕрĕ чун та çук. N. † Ларсамăр вырăнăра, тытăр куркăра, эпĕр тайăлса тăрар сирĕн умăрта; эпир тайăлнă чух ĕçмесессĕн, турă хурланă чун пулăпăр, эпир тайăлнă чух ĕçсессĕн, турă савса çуратни пулăпăр. N. Эпир, мĕскĕн чунсем, çынсем пек çӳреймерĕмĕр. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата, ырă чун, ĕлĕк хăй савнипе сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Орау. Чунтан пĕр курка ĕçмелле. Каждый должен выпить по ковшу. Ала 86. Ах, ву парасси парать те, анчах унăн хĕрĕ чун нумай илет, тата тепĕр пилĕк юпа анчах юлнă, çав юпасем çине сирĕн пуçăрсене касса хурĕ вăл, терĕ тет, карчăк. || Животное (скотина, птицы). НТЧ. Аслă кĕлĕ, аслă ырă, çак сан ятна илнĕ (купленных) чунсене (животных) юратса паратпăр, юратса ил. (Моленье киремети). Г. А. Отрыв. Тĕрлĕ выльăх чунне пусаç. Колют разных животных (на моленьи). Ал. цв. З4. Вăл чăтлăха пĕр кайăк чунĕ те вĕçсе кĕрсе курман. || Дыхание, дух. ЧС. Ун патĕнчен иртсе çӳренĕ чуне чуна хытарса сехĕрленсе аран иртсе каяттăм. N. Чунна ан çăт. || Сердце, настроенне. N. Манăн сăмахăма итлесе кĕнекемсене эпĕ ыйтнă çĕре яракан çынсене пурне те ăшă чунтан тав тăватăп. Çĕнтерчĕ 12. Хыпар илтсен чун тапать. В. Тим. Эсир те саватăр, те савмастăр, савнă пек туйăнать чунсене. N. Ан тухăр, хĕрсем, тумланса, ай люльи, йĕкĕт чунне çунтарса. Чебокс. Манăн питĕ чунтан юратакан Александра ятлă йăмăк пурччĕ. Я. Турх. Чунтан юратнă манăн савнă ырă çыннăм. ЧП. Чунран савнă тăван. N. Пĕтĕм чунтан юрат. N. Манăн чон сан çинче тăрать (я тебя обожаю). Бгтр. Ку кайнă чох, хваттер хоçин ачи, онпа пĕрле пырасшăн, чонтанах макрать, тет. Пазух. 12. † Кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Калашн. 6. Анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. Курм. Чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа выртать-ши, чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа тăрать-ши? Якейк. † Уя тохсан чон уçăлать, киле кĕрсен чон тăвăрланать (становится тяжело на душе). N. Çулла тулалла (вăрманалла, хирелле) чун туртать. N. Чон тарăхать. Досада берет. || Мысль. N. Чунна аскăн хĕрарăмсем хыççăн ан яр. N. Эпир халĕ тин чунпа пурăнма пуçлакан халăх вĕт. N. Ман хăлхамри кĕмĕл алка çутти ӳкет пит çине; çиекен çынсем тек çиччĕр, пирĕн чунсем аякра. || Милый сердцу. Çатра Марка. Ах тăвансам чонсам, тантăшсам. К.-Кушки. Ĕçсем куркусене пыл тесе, ыткаласа илсемĕр чун тесе. С. Дув. Ĕçкĕ ĕçер, тăван, пĕрле пурăнар чун тесе. Юрк. Савнă чунпа ĕмĕр иртерсен çамрăк чĕре çăвĕ ирĕлмес-çке. Каша. Вуниккĕн явса пĕтменне кил, савнă чун, явар-и? N. Хуйхăр сан та ан йĕр, чун, сан пурнасси малалла! N. Аннем, юратнă чунăм, пĕлсем хĕрхенме. Хĕр йĕрри. Утмăл хăма тăрăшне утса тухса пулмарĕ, çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ, чунăм савман ачаран пуçма хăтарса пулмарĕ. ЧП. Ай-хай тăванĕсем ай чунĕсем. || Полтава 70. Уй-хир тулли пур халăх чунтан ячĕ ахлатса! Ib. 72. Халь пуç каснă вырăна чунтан чупса пыраççĕ. Сред. Юм. Çын вĕлернĕ тенине илтсен ман чôн сӳлетсе кайрĕ. СПВВ. ИФ. Чун сӳ тăват: пит хăранипе ăшăра темскерле сиввĕн туйăнса каят, çӳлтен ярăнса аннă чух, е таханка сикнĕ чух чи малтан хăнăхаччен сӳлелле аялалла аннă чух сӳ тăват, теççĕ. Букв. 1886. Манăн тнн чун кĕчĕ (= тин лăплантăм). || СТИК. Пысăк çăпан чуна кайса тивсе ыратат. (Выраженне сильной боли). Сред. Юм. Ах тôр, чонах кайса тиврĕ. (Говорят, когда нечаянно задели чем-нибудь чирий, я когда он очень болит). || N. Молкач ашне çиме манăн чон çĕкленмест. || Ст. Шаймурз. Чун тус чуна илет, тет. (Послов.). Пазух. 87. † Уяр çул çăмăр çусассăн, пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет. Савнисем, сире курсассăн, чунпа чĕре хĕпĕртет. Истор. Хуйхă куракан çынсем чунĕсене пусарма пынă. N. Чун систернипе. Лашм. Çеçен хир варрине тухрăм хĕвел ăшăне, лартăм йывăç сулхăнне, çулçисем пĕр ешĕл, ан пăрах, тăванçăм, чун çамрăк. N. Çынсем уласа макăрни çын чĕрине çурас пек чуна тăвăлтарать. N. Чунĕсем хавшаса çитнĕ. Полтава 12. Чунтан-вартан куллянса. Юрк. Пĕрне-пĕри чунтан чуна юратса тăранаймаççĕ.

чунсăр

без души, неживой, неодушевденный. Ала 93. Ача чунсăрах пулса кайса ӳкнĕ (от удара). || НТЧ. Юмăçĕ: ку маларах пĕлнĕ пулсан çемçе çимĕçпе те каçарнă пулĕччĕ, халĕ ĕнтĕ чунсăр (без кровавой жертвы не помилует, не простит киреметь) каçарас çук терĕ, тет. || Кровопийца, изверг, бездушный. Ст. Чек. Ку ĕçе туса, чунсăр, эс мĕн тăван ĕнтĕ! N. Пĕр енче — тĕрлĕ нумай аптăраса, хĕсĕнсе çитнĕ халăх, тепĕр енче чунсăр казаксем, черносотенецсем, полицейскийсем, стражниксем, жандармсем, тата ыттисем те пур. || Непослушный. Сред. Юм. Каласа итлемен çынна чонсăр теççĕ. Ib. Пит чонсăр ача ô, ĕç ту-ха тесен, кирлĕ мар, ху ту, теейрет. || Вотлан. Майрух, Майрух, шалт ĕçмелле, шаклатмалла, чунсăр мăрат шав сала. || N. Эпир чуна чунсăр парса анчах пурăннă. Сказки 1919. Мĕскĕн ача пит хăранипе чунне чунсăр пулса ларать. Кищаки. Чуна чунсăр парса тухрăм вăрман витĕр (со страхом, „не считая душу за душу“).

чон хош

знач. не дано. Çатра-Марка. † Тĕрлĕ питле тӳшек çинче хĕрпе кĕрӳ вăйă выллять; хĕрпе кĕрӳ хошшинче порçăн тоттăр вăйă выллять; порçăн тоттăр хошшинче потене çури чон хошать. На этой перине с пестрою наволочкою жених с невестою игру играет; между женихом и девушкою шелковый платок игру играет; в этом шелковом платке перепеленок душу прибавляет.

чуххăм

чоххăм, чохом. Ст. Чек. Вăл ку ĕçе чуххăм турĕ (необдуманно, ни с того, ни с сего). Ib. Чуххăм сысна сутса яма тытăнчĕ. СПВВ. ФИ. Чуххăм – япалана куçпа виçсе чухлани. Регули 1309. Чоххăм сот, чоххăмпа илтĕм. N. Чуххăм турĕ. Поступил наобум, не обдумав обстоятельств. N. Чуххăм лаша илчĕ. || Простоватый, глупый. Ст. Чек. Ку çын чуххăмрах (простоват, глуповат). Ib. Чуххăм çын = пĕр тĕрлĕ ухмахрах.

чӳк

чӧк, жертва, жертвоприношение у язычников чуваш. Хорачка. Чӧк, жертва. Хурамал. Эпĕ малтан çав тĕрлĕ асапланнă чух, мĕн тĕрлĕ чук тутармарăм пулĕ, манран ялти чӳк мар, хамăр Белебей уесĕнчи пур чӳк те, вăрманти пĕр тунката тĕпĕ те юлмарĕ пулĕ. Эпĕ така пусса, хур пусса мар, кăрккапа, куянпа таранччен чӳк тутартăм, мана вĕсем пĕри те усă кӳмерĕç. N. Вăл ват юман тăррисенчен пĕтĕмпех ĕлĕк чӳк тунă чухнехи шăмăсене çакса тултарнă. Менча Ч. Тата чӳк тунă кун пĕр-пĕр çын япала илме пырсассăн, вăл япала илсе каят пулсассăн, унтан хăйĕнчен те пĕр-пĕр япалине: алсине, е пиçиххине, е тутрине, е чĕр çиттине, е саррине илсе юлатчĕç. Япала илсе каймасассăн, хăйĕнчен те илсе юлмасчĕç. Вĕсем япалапа пĕрле ăрăскал тивлет каят, тетчĕç. Ib. Чăвашсем çу каçиччен темиçе тĕслĕ чӳк тунă. Тырă-пулăпа, хур-кăвакалпа, пăт-юсманпа, выльăх-чĕрлĕхпе, лашапа, ĕнепе, вăкăрпа, такапа чӳк тунă. ДФФ. Чӳк. В нашем семействе обязанности жреца исполнял отец, а в отсутствие его отправляла эту обязанность мать, впрочем, в том лишь случае, когда совершалось моление бескровное, т. е. моление кашей, лепешкой, юсманом и т. под.; при этом она надевала на голову мужскую шапку. Моление происходило всегда в избе. N. Тата çав ирхинех чӳк ĕречĕпех вăкăр пусатчĕç. N. Чӳке çарамас чӳклеме юрамасть, тетчĕç. Ск. и пред. чув. З8. Чӳк чуклени те сиртен пытанман. Чăвашсем 13. Çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççăн (после моленья) киле кайма лайăх мар тесе, киреметсене кайса укçа пăрахса кĕлтусан тин тавăрнатчĕç. || Назв. духа. М. Сунчел. Вăкăр çине пусас уммĕн кăна чӳк илет-и, тесе шыв яратчĕç, шыв ярсан вăкăр чĕтресен, ăна учук илет теççĕ, ăна пусатчĕç вара. Т. VI. Пилĕк юсман ывăл-хĕр чукĕ. Азбаба. Айван кĕлĕме, чук, хапăл ил, усал-тĕселтен эсĕ сыхласа эсĕ сир, чӳк, çырлах. (Из моленья). N. Чӳке асăннă япала. С. Тим. Чӳк, çырлах, хăвăн ырă кĕллĕне хăвах хапăл ил. (Из моленья). Сиктер. Выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе шыв амăшĕ чӳк çырлах. N. Чӳк, çырлах, килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе асăнатăп, витĕнетĕп, чӳк, çырлах. (Из моленья). || Жертвенные яства у язычников чуваш. Янш.-Норв. Чук (жертвенные животные) пиçсе аначчен, ялти çынсем уй чӳкне кайма, кашни килте пашалусем пĕçернĕ. N. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юраман. Н. Шинкус. Унтан вара ялтан пĕр-пĕр ватăрах старике чукне пĕçермешкĕн чĕнсе анатчĕç. Юрк. Йинке, хĕрне эсĕ памарăн, юрайĕ-ха хĕрĕ чӳк тума. Собр. Чӳкĕçемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). В зависимости от жертвоприношения (закалывалась) та или иная порода животных. N. Çав мăн чӳк тенине тăхăр çул хушшинче тăватчĕç. Вăл мăн чук тенине тырă-пулă акса тăнăшăн тав туса, парне кӳретпĕр тетчĕç.

чӳклеме

назв. обряда. Хурамал. Хăнасем килсен, тепĕр кун пурте чуклеме чуклетчĕç. N. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçетчĕç. Ходар. Чӳклеме ятлă авалхи йăла çинчен пĕр алçырăвĕнче çапла çырнă: „Пирĕн патра чăвашсем хăйсен авалхи йăлипе чӳклеме туса ĕçсе çиеççĕ. Чӳклемене çĕнĕ тырă салачĕпе тунă сăрапа, çĕнĕ тырă çăккăрипе, çĕнĕ тырă кĕрпипе чӳклеççĕ. Чӳклеме тумасан тырă-пулă перекечĕ пулмасть, теççĕ. Ăна çулне пĕре анчах тăваççĕ. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Хăшĕ е тăр хĕлле тăваççĕ, хăшĕ çăварнире туса иртереç, алă çитнисем авăнсем пĕтерсен кĕркуннех туса иртерсе яраççĕ... Çапла кашни харпăр хăй хурăнташне чĕнсе пухаççĕ. Çынсем пухăначчен килте тануш пăтă пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Ăна çынсем пухăнса çитсенех чӳклемеççĕ-ха, пирвай пĕр-ик-виçĕ чĕрес сăра ĕçсе лараççĕ. Çапла виç чĕрес ĕçсессĕн, çĕнĕ пичкерен пуçласа сăра ăсса сĕтел çине кăларса лартаççĕ. Тирки çине йĕри-тавра хĕррипе, çемьере миçе çын, çавăн чухлĕ кашăк тăрăнтарса хурса тухаççĕ, пăтти варне пĕр уçламçу çу хураççĕ; унтан тиркĕ çине хай çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен тунă çăкăра хураççĕ. Вара паллăрах çынсене пĕрер курка сăра тултарса тыттараç, пĕри кĕрекене кĕрсе пăтă тиркине тытать. (Пăтă тиркине ăна сĕре çынна тыттармаç, епле те пулин пуянтарах пурăнакан çынна йăттараççĕ. Юрлă çын тытсан, тырă-пулă пулми пулать, теççĕ). Вара алăк патнелле кар пăхса тăраççĕ те, ак çапла чӳклеççĕ (курка тытманнисем, пуçĕсене çĕрелле чиксе, çĕлĕкĕсене сулахай хул айне хĕстерсе тăраççĕ): „Çырлах! Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пулĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, сана çам çатса çам илетпĕр. Хуçа калать: авалхи йăлапа, çĕнĕ тырă сĕчĕпе, çĕнĕ тырă çăккăрипе, тырă-пулă пылĕпе, чипер тырра-пӳлла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет, çырлах! Çак сăрана пылакне, тутине, перекетне-ырлăхне пар. Çичлĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тултарма пар, тет; перекетне ырлăхне пар, ана çине аксан, ана перекетне пар, вырса çĕмел тусан, çĕмел перекетне пар... Унтан пурте пĕрле харăс: çырлах! Амĕн çырлах, çырлах, çырлах, теççĕ те, пăтă тирки йăтни: килĕрех эппин, тет те, пурте çавăрăнса сак çине лараççĕ... Чӳклесе пĕтерсен, хуçипе арăмĕ сĕтел патне пыраççĕ те, пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене чĕрес çине тытса хĕвеле майлă виççĕ çавăрать те: перекетне ырлăхне пар, тесе сăрине чăлт чĕрес çине ярать. Юлашкине пĕр-пĕрне тав туса ĕçсе яраççĕ. Курка тытнисем ыттисем те хуçисем хыççăн çавăн пекех туса чĕрес çине яраççĕ те, хуçипе арăмне тав туса ĕçеççĕ. Çапла алăра тытса тăнă куркана кил хуçипе арăмне тав туса ĕçсе пĕтерсен, пăтă çиме лараççĕ. Пăттине ăна чӳкленĕ çăккăрпа çиеççĕ. Çăккăрине пăтă тирки тытнă çын касса парса тăрать. Чăн пирвай ватă çынсем çиеççĕ. Хуçа арăмĕ пăттине хурах тăрать, çăвĕ пĕтсен çуне ярса парат. Арçынсем çисен, хĕрарăмсем çиеççĕ, унтан пĕчĕк ачасем пырсан, вăлсене лартса çитереççĕ. Пурте çисе тăрансан турă амăшĕ курки тăваççĕ“. НАК. Кĕркунне, çĕнĕ тырă-пулă çие пуçласассăн, чăвашсем пурте харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăттипе турра кĕл тунă. Çапла харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăтти пĕçерсе турра кĕл тунине чӳклеме туни, тенĕ.

хĕлле

зима, зимнее время; зимой. N. Хĕлле = хĕл. Кан. Хурт-хăмăршăн чи йăвăр вăхăт вăл — хĕлле. N. Хĕллене кĕриччеи пур хваттер те хатĕр пулать. Орау. Ун чухне хĕллеччĕ (была зима), çанталăк пит сивĕччĕ. N. Кунта çанталăк питĕ ăшă, хĕлле пулман-халĕ. Çутт. 53. Хĕлле пуларахпа аш, чăх-чĕп, тир килет. Баран. 118. Вĕсен çулçи хĕллене пĕтĕмпе тăканса пĕтет. Якейк. Халь хĕлле пек пĕре те туйăнмасть. N. Вăрман çук çĕрте хĕлле пулин пур юр та çырмасене кайса тулать. N. Пилĕк теçеттине çарантан пухнă утă хĕллене çитмерĕ. N. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваç. Хăшĕ хĕлле тăваç, хăшĕ çăварнира туса иртереç. N. Тата хĕллен те, çулан та хăйсенĕн арасна тĕсли пит нумай. У зимы и лета много разнообразаого (различного, разницы). ХЛБ. Тирĕслĕке хĕллесĕр турттарма юрамасть пулсассăн (хуларан), ăна турттар та ана çине лавĕ-лавĕпе, вун утăмран-и, вуникĕ утăмран-и, тăк. Юрк. Хĕллешĕн (на зиму) хатĕрлесе хучĕç. Кан. 1929, 184. Такам тунă çав хĕллене, тесе вăрçаççĕ вара пирĕн пек тумтирсĕр чухăнсем. Ib. 1929, 175. Тивĕшри 8 çул вĕренмелли шкулта иртнĕ хĕллеренпе турăсăрсен ячейкки ĕçлет. N. Хĕллепе çула. N. Тырă вырма тухрĕç, хĕлле те пулчĕ. Изамб. Т. Хĕлле хăшĕ вăрмана каяççĕ, хăшĕ çăпата туса тутарсене сутаççĕ. Юрк. Хĕлле çӳрекен çул юртан çӳлĕ пулсан, тырă пулать. Н. Тим. Хĕлле сивĕ пулсан, çăвла ăшă пулат. N. Хĕлле тота, çула вуçă. (Аркăпли). Зап. ВНО. Хĕлле мăнтăрланать, çула начарланать. (Арпа лаççи). Янтик. Хĕлле — çулла, çулла — хĕлле. (Нӳхреп). А.-п. й. 65. Вĕсем çавăнпа кутаранчченех хĕлле те, çулла та, ĕмĕр-ĕмĕрех симĕс юлнă, тет. Оп. ис. и. II. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пӳрт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - что не выстроила летом дома из костей.

хĕн-асап

затяжная болезень. N. Хăш-хăш чухне, пит хĕн-асапа кайсассăн, така та пусаççĕ. Хурамал. Çав тĕрлĕ хĕн-асаппа (болезнь) асапланма мана питĕ хĕн пулчĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк чӳк тунă чôхне киреметсĕне: хĕн-асап ан пар, тесе тилмĕрнĕ, тет.

хĕр мими

девичья помочь. Изамб. Т. Çураçнă хĕр хăйĕн ăратнинчи хĕрсене пухса хĕр мими тăват. Усем ăна тĕрлĕ çĕвĕ çĕлесе пулăшаççĕ.

хĕсĕк

узкий, тесный: узко, тесно. Ск. и пред. чув. 56. Хăй вăл пăртакран хĕсĕк çырмара хуйхăлă пуçне пĕкнĕ те ларать. СПВВ. БМ. Хĕсĕк-йĕсĕк, узко, тесно, прищемлено. N. Ут юртаймасть, ут юртаймасть, тахансем хĕсĕк — пусаймасть. Образцы. 110. Пирĕн кĕрӳ хĕсĕк куç. Сред. Юм. Унăн куç пит хĕсĕк, пăхаймас та вит ôлă. || Трудно. N. Сана хĕсĕк килсессĕн. N. Пурăнма пĕлментен те пурăнăç хĕсĕк килет. Изамб. Т. Хăçал тырă пулманнипе пурăнма хĕсĕк пулчĕ. || В обрез. N. Сан укçа хĕсĕкне хам пĕлеп. || Экономно. N. Темĕн тĕрлĕ хĕсĕк пурăнсан та, вĕсен пурăнăçĕ çитмен. N. Сахăрне хĕсĕкрех тыткалăр. || Нужда. Истор. Вĕсене яричченех темĕн тĕрлĕ асаплантарнă, ярсан та ялан пит хĕсекре тытнă. || Фальшивый. Тюрл. Писмен хĕсĕк (неверный, фальшивый). || Назв. места. Старак.

хĕсĕрле

теснить, притесвять. N. Бюрократия темиçе çĕр çултанпа халăха тимĕр кăшăлпа хĕстерсе тăнă пек хĕсĕрлесе пурăннă. БАБ. Сирĕн патăрта кунта пире пурăнма çук ĕнтĕ; ăçтан килчĕ унтан хĕсĕрлетĕр, ăçтан килчĕ унтан хăвалаççĕ. N. Вăл вĕсене хĕсĕрлеме мар. Хăй те вĕсем пек пурăна пуçланă. N. Ăна ашшĕсем те, вĕрентекенĕ те хĕсĕрленĕ. N. Пуян та укçине тӳлеме хĕсĕрленĕ. Тюрл. Хĕсĕрлес кирлĕ она (прижать его надо), тӳрĕ çын мар. Сред. Юм. Ôлпôтсем хреçченсĕне хĕсĕрлеççĕ. || Вынуждать, принуждать. N. Кĕлеткесене парне кӳме тĕрлĕ майпа хĕсĕрленĕ. Янш.-Норв. Ăна вăсем уй чӳкĕнчи пекех пит хĕсĕрлесе илмеççĕ, кам паракантан анчах илеççĕ (о припасах, собираемых по деревне для „çăмăр чӳкĕ“).

шакăлтаттар

понуд. ф. от шакăлтат; стучать. Шорк. Хуралçă çĕрĕпе хăйĕн шакăлчăкĕпе шакăлтаттарать. Шел. 71. Шакăлтаттарса, шăнкартаттарса Юрласа... илемлĕ сăввисемпе... Çав тĕрлĕ шăрантараççĕ (скворцы). || Орау. Хăнисен пуçĕсене пычĕ те (ударидо в голову), шакăлтаттарса калаçа пуçларĕç (или: шакăлтатса калаçа пуçларĕç).

шанкăртаттар

понуд. ф. от шанкăртат. СТИК. Пĕрре çак çулпа пĕр улпут шанкăравпа шанкăртаттарса иртсе пырат, тет. НАК. Лешсем вара пӳртсем çуммипе: туя, туя, туя, тесе, шанкăрипеле шанкăртаттарса çӳреççĕ. Баран. 123. Клест тиекен кайăкĕ те, ытти тĕрлĕ кайăксем те харпăр хăй юррине шанкăртаттарса юрласа лараççĕ. || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шанкăртаттарсах уяртса кяйнă.

шап-шар

шап-шарă, очень белый, весьма белый, пребелый. Эльбарус. Халччен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, хал ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во (= вăл) порне те çĕнтерет. Букв. 1886. Пырсан-пырсан, пĕр ялта шап-шар, симĕс тăрăллă чиркӳ курăна пуçларĕ. Собр. Илĕр-пăрахар çĕлĕкне, шап-шар кукши курăнтăр. Кубня. Хур, кăвакал, мулкач, ака тихисем пусса çине ялта, шап-шар лаша илсе шăтăка чĕрĕллех янă. Хош.-Çырми. Шап-шарă та арăм эп илтĕм. Белую-разбелую взял я себе в жены. ЧП. Шап-шар вĕрене.

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

-ши

вопросительная частица, выражающая колебание говорящего, иногда соответствует русской частице „ли“. N. Хăçан ку вăрçăн вĕçĕ полĕ-ши? N. Апаша хăçан çитсе корăп-ши? А.-п. й. 31. Ĕнер пĕр кашкăр тытса çинĕччĕ, паян тепрер упа тытса çисе пулмĕ-ши? — тет кăна хирĕç сурăх таки. Абыз. Атăл çинче алă лаша, çилкисем виттĕр çил вĕрет! Пирĕн çӳçсем пулмĕç-ши? Дик. леб 35. Тĕлĕкре пулчĕ-ши ку, е чăнахах-ши? N. Утсем ырхан, çулсем хура, юртаймĕ-ши çулсене пĕр тикĕс? Ай-хай ĕмĕрсем çамрăк ĕмĕр, иртеймĕ-ши ĕмĕрсем пĕр тикĕс. ЧП. Хура вăрман çинчи хура пĕлĕт юхаймĕ-ши вăрманăн хыçнелле? Эпирех те ĕлĕк выляни-кулни каяймĕ-ши ĕмĕрĕн тăршшĕне. А.-п. й. 61. Çав вăрмана кайса пăхам-ха, йăвăçсем мана ăшăтмĕç-ши? — тет пĕчĕк кайăк, вăрăммăн сывласа илсе. Образцы 68. Пĕтĕ-ши ку нуша манăн, пĕтмĕ-ши? Каймĕ-ши вăл ман ĕмĕре? N. Паранкă-ши? Это картофель что ли? N. Çийĕ пархат, пуçĕ калпак — пирĕн аппа мар-ши çав. А.-п. й. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? тет. Образцы 111. Хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? N. Ялан çамрăк ăспа çӳресен, ыра çын ачи-пăчи темĕç-ши? Ала 59°. Пилĕкри пиçиххисем салтăнмасть-ши, пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртмест-ши? (Солд. п.). Сала 347. Эпĕ ӳкмĕп-ши тесе хăра пуçларăм, мĕншĕн тесен эпĕ унччен чăнкă çĕртен ярăнман. N. Эсир мана пĕр-икĕ листа хут памăр-ши? Якейк. Эс мана Кăрмăша еçмĕн-ши? (не отвезешь-ли?). Ib. Эс мана Кăрмăша еçимăн-ши? А.-п. й. 37. Мана та алтса памăн-ши? — тет улатакка. Ib. 81. Пăрçа çĕрне сухаласа акмашкăн лаша памăн-ши? — тет. Ib. 73. Хуньăм, пире пĕрер пăт салат памăр-ши? — тет Ваçлей. Он говорит: „Тестюшка, не отпустишь ли нам для праздника пудовку солода? Ib. 57. Сăмса çине хăпарса ларса юрласа кăтартмăн-ши? тет тилли, тата ытларах йăпăлтатса. Ир. сывл. 21. Ах! Ăшшăн-ши, сиввĕн-ши? Альш. Кайсан-кайсан, темиçе çĕр çухрăмах кайсан-ши ĕнтĕ, сахалтарах кайсан-ши, Атăла юхса кĕрет, теççĕ. Шурăм-п. Хĕрне качча панă, тет, виççĕр алă çухрăма. Пĕр-ши çул-ши пурнать, тет, ик-ши çул-ши пурнать, тет, виççĕмĕшĕ çулĕнче курма каяс терĕ, тет. Орау. Пуçĕ (у него) чăнах та ыратать-ши? Но: пуçу (у тебя) чăнах та ыратать-и? СТИК. Час килет-ши ĕнтĕ? Ib. Унтан кайран кирек ăçта та кайма юрать-ши вара? Ib. Çавăнта карĕ-ши ман ачам, те унта мар? || Изамб. Т. Эпир те çапла ӳстернĕ-ши? N. Ужель и мы так растили? Ib. Вăл мана улталарĕ-ши? Неужели он меня обманул? || А.-п. й. Кĕрӳ нуши ăçта-ши? Кĕрӳ нуши ăçта ши?! тесе кăшкăрать. Где же нужда зятя? Где же нужда зятя? — кричит он. Ib. 109. Ман çак качакана ăçта ярас-ши? — тесе ыйтать хуçисенчен. Изамб. Т. Елчĕк çуннă иккен.— Миçе кил çуннă-ши (сколько же дворов сгорело)? Образцы 60. Пĕртте ырапа усала, ай, курмасассăн, епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем. Орау. Ах, тур-тур-тур, камах турĕ-ши капла? Пĕтерчĕ пурнăçа пĕтĕмпех! (Так говорила женщнна, когда горел их дом от поджога). Тим. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн сăвăр тирĕ епле ши? Ачаранпа туслă пурăнаканăн, унăн чĕлхи-çăварĕ епле-ши? N. Мĕн-ши ку? Мĕн тумалли-ши ку? Букв. 1900. Çула çырмари шыв ăшă, пусăри (тарасари, çăлри) сивĕ,— мĕншĕн-ши вăл? || Часто соединяется с частицей мĕн. Альш. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ-ши-мĕн ку чăвашсем те? Сред. Юм. Анне парса ячĕ-ши-мĕн кона ман валли? || Часто соединяется с частицей ха. Зап. ВНО. Миçе сехет ши-ха халь? Б. Илгыши. Хулхи каланă (лисице): эпĕ халĕ, йăтăсем карĕç-ши-ха тесе, итлесе выртатăп, тенĕ. Бес. чув. 13. Ку Микулай мĕн тума кун çинчен калаçать-ши-ха? Мĕн кирлĕ ăна?

шилĕк

назв. свадебного обряда. См. шильăк. СПВВ. Т. Шилĕке туй чухне хăмаран карта ăш (= карташ) варрине тăваткăл майпе тăваççĕ; ун ăшĕнче ташлаççĕ вара. СПВВ. ТА. Шилĕке ак çапла тăваççĕ: ултă тунката çине пилĕк хăма хурса, алăк вырăнне кăшт кĕмелли хăвараççĕ. ЧС. Пирĕн туй пулас кун ирех хĕр килне икĕ хĕрçум апат тума пулăшма пыраççĕ. Арçынĕсем (= арçыннисем) туй çыннисене ларма шилĕк тăваççĕ. Шилĕке ак çапла тăваççĕ: ултă тунката çине пилĕк сарлака, вăрăм хăма хураççĕ те, шилĕке кĕмелли кăшт вырăн хăвараççĕ. Тĕпеле икĕ кĕтессине икĕ сĕтел лартаççĕ, сĕтелсем çине икĕ пуçламан çăкăр, икĕ витре сăра, тата сĕтелсем варне икĕ кĕççĕ сараççĕ. Çулла пулсан, каччă ларакан сĕтел кĕтессине пĕр чĕрĕ хурăн касса лартаççĕ. Ăна те сулхăншăн, те пĕр-пĕр йăла тăрăх лартаççĕ,— пĕлместĕн. Халĕ ĕнтĕ ăна тумаççĕ. Н. Бурнаши. Шилĕк, сиденье из досок для „туй халăх“. Собр. Пăртак тăрсан кĕрӳшне хĕрин инкĕшĕ нӳхрепе илсе кайса пичке пуçлаттарать. Çав пуçласа илнĕ сăрана кĕрӳшĕ шилĕке илсе пырать. Ib. Туйĕ кĕрсессĕн чи малтан шилĕк тавралла çавăрăнаççĕ, унтан вара сарай патне каяççĕ, кĕрӳш урапи шилĕк умне юлать. Унтан хĕрĕ амăшĕ кĕççе илсе пырса урапа умне сарать те, пĕр тенкĕ укçа хурать. Кĕрӳшĕ вара çав укçа çине сиксе анса укçине илет. Ib. Унтан пӳртрен шилĕке тухаççĕ те, ачи ашшĕпе амăшне пуççапать, ашшĕсем ăна укçа параççĕ. Вара шилĕк патне виçшер лашаллă, икшер лашаллă кӳлнĕ кӳмесене илсе пыраççĕ те, туй халăхсем кӳмесем ăшне кĕрсе лараççĕ. N. Хĕр енчен пынă туй халăхĕсене ăсатас уммĕн яшка çитерсен, карташ варрине тăватă каска пăрахса, вĕсем çине тăватă кĕтеслĕ туса, хăмасем сарса шилĕк тăваççĕ, „пӳлемĕк чӳклеççĕ“. Унăн ăшне пĕр касмăк сăра тултарса лартаççĕ. Унтан тата пĕр сĕтел, сĕтел çине тĕрлĕ çимесем пырса лартаççĕ. Ĕçтереççĕ, çитереççĕ. Çав вăхăтра çĕнĕ çынни пур хурăнташĕсене те асăнса ăсатать: „Кайăк хур каять картипе, йăви юлать пăрăнса“... N. Ирхине тăрсан (у невесты) кил карти варринче виç хăмаран саксем тăваççĕ, çавăн варрине сĕтел лартаççĕ те, сĕтел çине пĕр витре сăра лартаççĕ, тата çăккăр хураççĕ, тата сĕтел умне пĕр йăвăç касса лартаççĕ, ăна вара шилĕк теççĕ. Т. VI, 15. Карташне мĕн шилĕк тума пар. (Чӳклеме).

шукăллен

щеголять. О сохр. здор. Çулла тумтире ăшă чухне намăсран анчах тăхăнаççĕ; хăш чухне шукăлленме тăхăнаççĕ. N. Хĕрсем тем тĕрлĕ хĕрлĕ кĕпесем тăхăнса шукăлленсе пыраççĕ. Икково. Шокăллен = хитрелен; йосанса çӳре.

шупăр

шопăр, летний женский кафтанчик из белого полотна. Якейк. Шопар çулахи томтир (хĕрарăм йосавĕ). СПВВ. ТА. Шопăр — шур пир халат. КАХ. Шупăр — шурă пиртен çĕлĕнĕ сăхман. ЩС. Шупăр, летняя поддевка, мужская и женская. Из мужчин надевают только старики. Золотн. 241. Летом чуваши носят белый холщевый кафтан — шопăр. Альш. Çиелтен тата шурă шупăр тăхăна-тăхăна янăччĕ вĕсем. А.-п. й. 60. Пукане шупăрне те, мăйи-шӳлкемине те, шăрçине те тилле хывса парать. Кан. Эсĕ шухăшпа (так!) шупăр çĕленĕрен пирĕн план 69 проччăн кăна тулнă. Абыз. Пӳрт тăрăнче тĕрлĕ шупăр выртать. (Çăлтăрсем). Орау. Пирĕн ваттисем хăйсене вилсен тăхăнтартса выртарма шупăр çĕлеттерсе хураççĕ.

шурăлăх

болотный; болотистое место. Вишн. 72. Шурăлăх тĕлсенче курăк çитĕнсе тĕрлĕ çӳпĕ-çапă хăварать, вара вăл çĕрет те шыва та пăсать.

шурă

шорă, белый. N. Пĕчĕкçеççĕ кушма — шурă кушма, пурте шур путекĕн кăчăкĕ. Толст. 5. Куçли калать: сĕт шурă, хут пек шап-шурă, тет. Суккăрри калать: шурă тĕс апла вăл хут пекех алăра шăлтăртатать-и-мĕн? тет. Зрячий сказал: „Цвет молока такой, как бумага белая“. Слепой спросил: „А что, этот цвет так же шуршит под руками, как бумага?“ Ядр. Ман тантăшсем ялт шурă, епле уйăрлса каям-ши. Ск. и пред. чув. 3. Тимĕр тылă ашĕнче шурă шуйттан ларать, тет. Пазух. 73. Чăлт шурăран тутăр эп кумтартăм. Чув. прим. о пог. З7. Хĕвел шурĕ тухсан, çав кун уяр пулать, малалла та уяр пулать. Если солнце восходит белое, то в этот день будет ясно и вперед будет ясно. N. Çамки çинче шурă пур (вăкăрăн). Н. Якушк. Улачанăн шурри пит çинçе, кам аллисем витĕр тухнă-ши? N. Шорринчен Хвекла саппун тутарнă, ытти япаласене тапратман-халь. Хош-Çырми. Тӳнес марччĕ шорă йор çине. Хорошо бы не свалиться мне на белый снег. НР. Анатран хăпарать шора пăрахот. Снизу идет белый пароход. Хош-Çырми. Икĕ шорă çăмарта пĕçертĕм, хăшĕ сывалассине пĕлмерĕм. Сварил я два яйца, но не знал, которое из них убудет. Ск. и пред. чув. 19. Шурут çырми варринче шурă шăмăсем выртаççĕ. Якейк. Çăмарта шорă тийиса шоратмасăр çияс мар. БАБ. Юрла-юрла ĕçер-е? Юртан шурă пулар-а? Давайте пить и петь песни, и сделаемтесь белее снега. Бугульм. Шурă çĕлĕк шур юр пек, хамăр тăван чунăм пек. N. Шурă юр пусарса тăракан чăрăшсем йăшăл та тумаççĕ. N. Ушкăн-ушкăн шурă пĕлĕт иртет... НР. Апай исе пачĕ шурă тутăр. Мать купила мне белый платочек. Хурамал. Манăн шурă кĕпе пĕрреççĕх, çуса çаксан, шурă юр пекех. У меня единственная белая рубашка; если выстирать ее и повесить, то она как белый снег. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Хурамал. Ăлăхăттăм çӳлĕ ту çине, çыру çырайăттăм шура чул çине. Взошел бы я на высокую гору и написал бы надпись на белом камне. Ib. Çӳлĕ тусем çинче шурă курнитса. На высокой горе — белая горница. Ib. Шурă иккен куянăн урисем, хĕрлĕ иккен тиллĕн урисем. Оказывается, у зайца ноги белы, у лисицы — красны. N. Ача вилсен (лет до 5—7), тула çăмарта кăларса ывăтатчĕç. Çăмарта пăрахнă чухне те: чунна шурă чăхă ертсе çӳретĕр, тетчĕç. N. Кăвак кăвакарçăн чĕпписем — шурă кăвакарçăн сĕчĕсем, эпир аттепе анне ачисем. Бугульм. Кăвак кăвакарчăн пурте пĕр пек, çуначĕ шурри ăрасна. ЧП. Хĕрсем шуртан шурă кантăр тыллаççĕ. N. Эй, шура аппа, шурă аппа, чӳрече витĕр пăх аппа. ТХКА З0. Оксанă — хура куçлă, шурă ӳтлĕ, сар çӳçлĕ, яштак пĕвлĕ хитре хĕрччĕ те. || Альш. Çута-шурă, светло-белый. Ib. Витĕр шурă, цвет бумаги. Орау. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать. || По-белому (изба). О сохр. здор. Пӳртре хăрăм-тĕтĕм ан пултăр, çавăнпа пӳрте шурă тума кирлĕ (по-белому). Хурамал. Алăкăрсен умĕ улма йывăç, улмисем çукран илемĕ çук; пӳртĕрсемех шурă, саккăр сарă, савнă тăванăр çукран илемĕ çук. У вас на дворе растут яблони, но нет у них красы оттого, что на них нет яблок; изба у вас белая, лавки в ней желтые, но нет у нее красы оттого, что у вас нет милой родни. || В переносном значении. N. Эпĕр шурă тăвасшăн, çынсем хура тăвасшăн. Мы хотим сделать как-нибудь это приличным, а люди стараются сделать это нехорошим. || Честь? N. Сĕтел туртса си парат, питме шурă килĕ-и, тесе. || Снег. С. Айб. Уттарам-шин, чуптарам-шин аслă çулпа шурă пур чухне. || Хлебное вино (водка). Изамб. Т. Сахал пулсан: шуррине пар, тесе, тата ыйтаççĕ.

шут

шот, счет (число, количество). N. Укçа шучĕ, счет денег. ПТТ. Вăйçăпа çăмарта çĕклекен çăмарта шутне тултармасăр пымаççĕ. N. Хут пĕлекенсен шучĕ, число грамотных. N. Кулленхи шут, текущий счет. Шурăм-п. № 19. Хăшĕ, кĕлте шучĕ кая ан юлтăр тесе, кĕлтисене тултармасăрах çыхаççĕ. Регули 1283. Шочĕпе мĕн чол тохнă, он чол парăп. N. Редакци вара хăй шучĕпе кĕнекесем кăларĕччĕ, тесе çырнă. Якейк. Ати улĕ виççĕччĕ, шот шотлама ларсассăн, шотран ытлашши эп полтăм. Ib. Хĕрсе хĕвел тохнă чох хĕр шотĕнчен кăларатпăр, хĕрсе хĕвел аннă чох арăм шотне кĕртетпĕр. Çĕнтерчĕ. 49. Эпир шутран тухрăмăр. Шорк. Шота кĕнĕ. Вошел в число, считается вместе с другими. Ib. Хĕр шотне кĕнĕ. Сред. Юм. Качччă шотне кĕмесĕрех аллантарчĕç. Туперккулёс 15. Тепĕр тапхăр этем каччă шутне кĕме пуçласан чирлеме тытăнать. N. Хĕрарăмсем, эсĕр те халь этем шутне кĕтĕр. Сред. Юм. Çôратса янă çын та шôтне толтарма. (Пôлмас çын çинчен калаççĕ). Кан. Çакăнта ĕçлеме 16 çынна рапоччи шутне илиĕ. ППТ. Унăн çуртĕнчен нихçан та чир-чĕр тухмас, ĕмĕрне çын шутне кĕреймес, теççĕ. N. Çын шутне кӳртместчĕç. N. За человека не считали, ни во что не ставили. ТХКА 22 . Эх, мухтанчăк, вĕçкĕн таракан; халăх шутне кĕместĕн; чупассипе антратрăн; пуçа каçăртса, уссине тăратса çӳренипе пурнăç пулать-и вара! Кан. 1927. Çын — çын шутĕнче пултăр, выльăха — хăйне вырăн пултăр. Ib. Ялтан Крикорйĕв лашине ватă лаша шутнех кӳртсе çырса янă. Эпир çур. çĕршыв. 16. Çак урам пирĕн урам шутĕнчех: ăна та пирĕн урампа пĕрлех Чăрăш теççĕ. Шорк. Шотран тохнă, вышел из числа, не считается. Ib. Çын шотĕнчен тохнă. Сред. Юм. Шôтран тôхнă. (Говорят о стариках, которые по старости ни на что не способны). Пшкрт. Шотран тохнă çын = иртсе кайнă çын (избалованный). Шорк. Стакканĕ ĕнтĕ стаккан шотĕнчен тохнă. Стакан вышел уже из употребления, не годится для употребления. Ib. Шотран кăларнă. Его выключили из числа..., его не считают за... Ib. Она çын шутĕнчен кăларнă ĕнтĕ. Вишн. Çапла ĕнтĕ, уйрăм çирĕм сăра курки шыв ĕçместпĕр пулсан та, хамăр ăша тĕрлĕ апат çисе, çапах çав шутран кая илместпĕр. Б. Олг. Калля килетпĕр ĕне кĕтӳ пек, шот та çок çĕмĕрĕлнĕ халăх. || Разряд. Кан. 1929. Капла пуян шутĕнчен юлсассăн пĕтетпĕрех уш. || Время, срок. Панклеи. Тепĕр эрнерен ачана киле каяс шут çитет. С. Янгильд. Микихвăрăн салтак шочĕ пĕтрĕ. Микихвăр пĕр хĕç илчĕ те, киле килме тохрĕ. Собр. Вăрман хĕрне пас тытат, тăкăнас шутпа хăй тăкăнат, пирĕн те каяс шут çитет.|| Мысль, желание, цель. Сюгал-Яуши. Ман юлташа темскер шут килсе кĕчĕ те, мана калать... Кан. 1929. Пĕрлешӳллĕ хуçалăха пĕтерес шутпа тĕрлĕ киревсĕр суя хыпарсем сарчĕç. КС. Çими пĕтнĕ тиччĕç, тырă ыйтма пыман-ши вăл? — Çав шутпала пынă пулмалла та, хăяймарĕ пулмалла. А.-п. й. 32. Сурăх таки, йăвăç тураттинчен вĕçерĕнес шутпа, сулланма тытăнчĕ. N. Шурă кайăкăн çунат çук, çӳле улăхма шучĕ çук, ӳт чĕлхенĕн шăмми çук. N. Килти шутпа — начар, кунти шутпа юрат. По-домашнему — плохо, по-здешнему — хорошо. Кан. Ман шутпа çакна тусан аван. В. Олг. Карав пăрахăç полчĕ вара çав. Авалхи шотпах порăнма полчĕ (по-старому). Слеп. Онăн хăй шочех-ĕçке-ха, каласа та ӳкĕте кĕмест. || Дело. Б. Олг. Шот полчĕ ĕнтĕ перĕн, çораçнă шот полчĕ (дело сделали, сосватали). || Значенне. N. Пĕр шутах пырать. Имеет одинаковое значение. || Завражн. Ялти теçетник шочĕпе çӳретĕр çулталăк хошши. Пусть служит в качестве десятника, пусть служит десятником. Ib. Салтак шочĕпе салтак шаловне (шалуне) илсе порăнтăр. Турх. Ăмăрт-кайăк шучĕпе чавкана чыса хунă, тет. НР. Сатри кайăк сар кайăк, кайăк шутне кам шутлать. В саду птичка-иволга, кто сочтет ее за птичку. А.-п. й. 38. Пырасси пырăп та-ха, анчах эс мана мăкариччи шучĕпе кавас ĕçтер, тет тилли. Регули 1284. Япала шочĕпе саплать. || Бгтр. Юрламасăр шут килмест. Ib. Йысна черки çут черки, шалт ĕçмесен шут килмесг. Ib. Акка курки сар курки, шалт ĕçмесĕр май килмест те саркаланма шут килмест. Ст. Чек. Апла калаçмасан капла çук, юрламасан шучĕ çук. N. Якур пит кулмалла сăмах шучĕ те каламарĕ. || Хора-к. Вонă пăт тырă полсан, пилĕк пат сотса какай ил, çав шотах ларĕ. || Сред. Юм. Ĕçне туниех çôк та çапах кайса шôтне турăмăр. Ib. Ĕçне тăвасса нăмаях туман та, çапах тунă шôчĕ пôлчĕ ĕнтĕ ô. N. Малалла кайнă шочĕ полчĕ. Было что-то вроде наступления. || Шурăм-п. № 22. Шут пĕлмен çынсене хисеплемеççĕ те, çавăнпа халь пурте шут вĕренме тăрăшаççĕ.

шухăшлу

мысль. N. Сирĕн хушăрта тĕрлĕ май шухăшлу ан пултăр.

шăл

мести, подмегать. Хурамал. Алăкăрсен умне шăлса тытăр панулмисем кустарса выляма. Почаще метите у себя на дворе, чтобы катать яблоки. Лашм. Шур пӳртĕр умне шăлса тытар панулми кустарса выляма. ЧП. Шурă пӳртсем умне шăлса хурăр. Б. Олг. Кил хошшия шăппăрпала шăлса тасатас. N. Кунĕпех урай шăлтăм (мел весь день). Урмай. Карчăкĕ пĕре урай шăлса пынă чух пĕр пăрçа пĕрчĕк тупрĕ, тет. Сем. соч. Вăл ачасен (так!) тула тухса кайсанах, тешурни шăпăр илсе урайне шăлса каять. N. Качака: урампа тапăп, мăйракампа сĕкĕп, хӳремпе шăлăп, тесе калать, тет. N. Шăлсан шăлса ямалла мар, çĕклесен çĕклесе пăрахмалла мар, вăхăт çитсен хăех каять. (Мĕлке). Хош-Сырми. И посрĕç те лартрĕç стул çине, и хырчĕç те пăрахрĕç ман çӳçме, и шăлчĕç те пăрахрĕç çӳп çине. Поставили стул и посадили меня, сбрили они мне волосы, вымели и выбросили их на сорную кучу. Б. Олг. Тавай çак арпая йĕтем çинчен шăлса пăрахăпăр. Сред. Юм. Кô ыраш тăпраллăрах пôлин те, пĕрлех шăлса яр, кайĕ-ха ертел çинче хотăшса. А.-п. й. 55. Анкартинчи сар кĕлетри ырçаран мана шăлса пуçтарчĕç. N. Шăлса кăлар (в печке выметать). НТЧ. Вутти пулсан кăмакине шăлса кăларать те, хай пашалусене, юсмансене пĕçерме кăмакана хывать. || Мыть, чистить. В. Олг. Эп ампар ом шăлас тетĕп вĕри шупа. N. Ялта халăха пуян куштансем хăйсен аллинче тытнă, тĕрлĕ çук законсем хăратса пурăнна; уясра вĕсене улпутсем шăлнă. || В переносном смысле. Орау. Аванах шалтăм! Хорошо поел (чего-нибудь лакомого). Сред. Юм. Ĕнер эпир пôшара карăмăр та, пĕр ôрама çиле май шăлайса тôхса кайрĕ вит. ЧС. Вирĕм тумарĕç те, выльăхсене мур шăлса кайрĕ. || Вытирать, стереть, обтирать, утираться. Пухтел. Тенкел çине шăл, сотри со стула. N. Шăлса ил, обтереть. N. Пылчăкĕсене шăлса илме тарай тутри пулмарĕ. Альш. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр те сакăр хаклă тухйипе сак çи пусса шăлтăмăр. ТХКА З0. Тăхти, эсĕ ирхине-каçхине пит çусан, апат çисен, апат умĕн аллуна çусан, эпĕ сана хăвна панă алшăллипе пите-куçа шăл вара. Ман алшăллипе ан шăл, тет ман карчăкăм. О сохр. здор. Пурте пĕр алшăллипех шăлаççĕ. Собр. Пĕр алшăллипе иккĕн шăлсан: вăрçать, теççĕ. СЧУШ. Иккĕн пĕр алшăллипе шăлсан, иккĕшĕ часах вăрçă кăлараççĕ. Юрк. Хăй çав вăхăтрах арăмĕнчен чăвашла калаçса чышкисене шăлма тасарах алă-шăлли илет. КС. Туттăрĕпе мана питрен шăлса илчĕ. Она провела мне по лицу платком. || Замазывать. О сохр. здор. Пӳрт чӳречисене, алăксене йăлт шăлса питерес пулать. Баран. 158. Çурт-йĕр таврашне вĕсем çинçе пĕренерен туса, тăм шăлаççĕ, тулашĕпе шалашне пурпа шуратаççĕ. N. Тампа шăл, мазать глиною. N. Кăмакана питĕрсе тăнпа шăлсах хучĕ (во время „çип хутни“). КС. Кăмака шăл, обмазывать глиною. Ib. Кăмака шăлмалла-ха пирĕн, ытла кăмака тĕпĕсем катăлса пĕтрĕç. Ст. Чек. Кăмака питне шăл. || Заметать (о снеге). N. Çула шăлса кайнă. Дорогу замело (занесло снегом). N. Çула юр шăлса кайнă. Баран. 41. Такăр çула юр шăлса кайнă; çуран çӳрекен сукмака лаках шăлса тултарнă. СТИК. Тăман çула чист шăлса лартрĕ (замело дорогу). Орау. Çула шăлса лартнă кĕçĕр (передуло). Сятра. Çол орлă шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Подл. Шигали. Аслă çулсем çине юрсем шăлнă (замело снегом). Сред. Юм. Хĕллехи çола тăман шăлать. Зимою дорогу буран заметает. N. Çула йăлт шăлса тухнă, лаша чĕркуççи таран путса пырать. Баран. 86. Кунта ăлавсене шăлса кайни те пайтах пулкалать. Кн. для чт. 10. Пĕчченех ларать çав ял, унти çынсен пӳрчĕсене тăман шăлса кайнă. РЖС. З. Çав çĕрхине хулари çуртсене тăманпа шăлса кайна, урамсене юр вĕçтерсе тултарнă. Ст. Чек. Йĕтеме юр шăлса кайнă (замело). N. Юр шăлса лартать. N. Кӳлле йор шăлса лартнă. N. Кун усал, юр çăвать те шăла-шăла лартать. Нюш-к. Малтанхи юр çĕр çумĕнчен шăлса çусассăн, выльăх хĕнерсĕр (начар) пулать. || Гладить (напр., по голове), приглаживать. ГФФ. Куç умĕнче атте çук, пулсан та пуçран шăлас çук. Нет у меня здесь родимого батюшки, а если бы он и был, то не погладил бы меня по головушке. И. Тукт. Ульяна хăйĕн савнийĕн юнланса пĕтнĕ çӳçĕсене ик аллипе те шăла-шăла якатрĕ те, ăна сивĕнсе кайнă тутинчен чуптуса илчĕ. Ал. цв. 4. Вăл хăйĕн юратнă хĕрне чуп-туса, ачашласа, пуçĕнчен шăлса калать. Юрк. Куçăмран пăхрĕ, пуçăмран шăлчĕ; пуçăмран шăлчĕ, пуçма çавăрчĕ. С. Айб. Салтак патша ывăлне пуçĕнчен шăла пуçларĕ. НТЧ. Хăй пĕр курка шыв ăсса илет те, хур пуçĕ тăрăх шăла-шăла (гладя) ярать. ТХКА 121. Яка пуçлă усламăç мăн сухалне аллипе шăлса илет якатса. Собр. Пăттине çисе пĕтерсен, хырăм тăрăх шăлтăмăр, çаплах куçĕ выçă пулчĕ пирĕн. || В переносном смысле. Сам. 70. Шăлнĕсене вăл шăлать, вырма йăпатса.

шăлт

подр. захлопыванию двери (слабее, чем шалт). N. Алăка хăй хыççăн шăлт! хупрĕ. Слегка хлопнул дверью. Орау. Алăкне шăлт! хуппăрĕ. Притворил дверь. || Подр. стуку. Б. Олг. Коропкă эпĕ прахсартăм алăран, шăлт! терĕ. || Шорк. Пăрçа хотаççи шăлт! çорăлать. || В. Олг. Сăмсаран шăлт! шаклатрăм. N. Урипеле шăлт! турĕ. || Совершенно, совсем, как раз, точь-в-точь, точно, ровно. Баран. 97. Икĕ сехетре шăлт кăна икĕ çухрăм турăмăр. Ст. Чек. Вăл ĕç шăлт (как раз) çав уйăхра пулчĕ. Ib. Шăлт кăнтăрла тĕлĕнче акмаççĕ. Ана çине кăнтăрла тĕлĕнче çитсен, кăнтăрла сулăнасса кĕтеççĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче аксан, тырă пулмас, тенĕ. Баран. 231. Шăлт çав вырăна лартнă. Юрк. Шăлт карта варрине пĕр çĕре шăпăрпа шăлса тасатат. С. Тим. Тăван, уйрăлатпăр, уйрăлатпăр, шăлт çурмаран улма каснă пек. Ст. Чек. Шăлт çителĕклĕ парса ячĕ. Ib. Шăлт çитрĕ. Как раз хватило. Ib. Шăлт кĕчĕ. Как раз поместилось. Ib. Шăлт тулчĕ. Как раз наполнилось. Тувси. Шăлтах пĕтрĕ. Толст. Вăл шăлтах 12 кĕрепенке тайнă. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 12. Вăл тĕрлĕ чĕрĕ япаласем хушшинчи пурăнăçа шăлт хăй майлă çавăрать. О сохр. здор. Эпир мĕнрен чирленине, епле чирленине тата епле сывă пулса пурăннине шăлтах вĕренсе пĕлеççĕ. А.-п. й. 113. Кайрĕ-кайрĕ, шăлт халтан тухрĕ. Ib. 72. Хуçа тарăхнипе шăлт ăнран каять. Ib. 84. Шăлт хĕнесе пĕтерчĕç. Ала 27. Хайхи генерал Евгения курсассăн шăлт тĕлĕнсе карĕ, тет. Ст. Чек. Шăлт ватăлса çитсен. Ир. сывл. 14. Мăшкăл мухмăрĕ шăлтах хуплатчĕ. Чĕлкаш 10. Вара çакăн хыççăн уçă сывлăш тухас пек, çĕр çинче шăлт лăпкă пулас пек туйăннă. Богдашк. Ĕнтĕ шăлт: вăрăм тумтирĕнчен ярса тытам, тесе пыратчĕ те, лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни.

шăнăр туртни

судороги. К.-Кушки. Урана шăнăр туртат. Ногу сподит (судороги). О сохр. зд. Алли-урисене шăнăр туртса куклетсе лартакан пулать (у отравившегося спорыньею). Чума. Унтан темĕн тĕрлĕ çыннăн алли-урине шанăр турта-турта пĕр çĕре пĕтĕçтерсе асаплантарать. О сохр. здор. Шыв ĕçнĕ чух карланкине шăнăр туртакан пулать. N. Ул шыва кĕнĕ чухне урине шăнăр Туртнă та тухаймасăр вилнĕ. Скотолеч. 10. Урисене (у него) шăнăр туртать. N. Урине шăнăр туртса лартнă. У него свело ногу. N. Шăнăр туртнă арăм.

шăрçа

бусы, бисер, ожерелье. НР. Олăхри корăк, ай, ока пек, ирхи сывлăм шăрçа пек. Луговые травы как позументы, утренняя роса как бисер. И. Тукт. Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. А.-п. й. 60. Пукане шупăрне те, мăйи-шӳлкемине те, шарçине те тилле хывса парать. N. Пирĕн тантăшсем (сверстники) шăрçапа, пирĕн варли çок, шăрçа çок. Шемшер. Çĕр-çырли шăрçа пек, пирĕн акка майра пек. Ядр. Улăх ути, ай, ука пек, çĕрти çырла, ай, шăрçа пек. N. Çĕрçи çырли шăрçа пек, пирĕн акка майра пек. Буин. Инке кĕчĕ, ай, юрларĕ, шăрçа пек кăмака чĕтрерĕ. N. Шăрçа пек тар юхать çулаканăн ӳт тăрăх. N. Лапăллă çĕртре çăра курăк, ирхи сывлăм шăрçа пек ларать. N. Пичĕ-куçĕнчен юн тăкăнса пырать, куçĕсем шăрçа пек — виттĕр курнаççĕ. Рак. Хĕрсем выраççĕ сарă сĕлĕ, сурачĕсене шăрçа пек хываççĕ (симметрично). СТИК. Шăрçа пек çырнă. Написано очень красиво, симметрично. Ала 99. Вилсен чонне шăрçа виттĕр кăлараççĕ, тит, çав, çампа салтса илтĕм. Ib. Вилнĕ çынна шăрçа парса ямаççĕ, парса ярсан та çĕмĕрсе парса яраççĕ. Т. Григорьева. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмас, теççĕ. Ходар. Çамрăк пăрусем чирлесен, вăлсен мăйĕсене пилеш шăрçасем çака-çака яраççĕ. ЧП. Сирĕн пӳртĕр шурă-мĕн, унăн кăмакисем шăрçа-мĕн. Янтик. Сирĕн кăмакăрсем шăрçа-мĕн (çутă сăнлă кăмака), кирлĕ марччĕ вĕсене сăрлама. Бюрг. Сирĕн кăмакăрсем шăрçа тĕви. ЧП. Шăрçа кăмакисем кисренчĕç. Байг. Сар кайăк, сар кайăк, ман йăмăка кортăн-и? — Корнăччĕ: шăрçа тавар пăхатчĕ. || Счеты (прибор), шарики счетов. N. Шăрçапа шутлама, тĕрлĕ сатачсем тума, унтан тĕрлĕ кĕлĕсене чăвашла та, вырăсла та вулама-юрлама вĕрентнĕ.

шăтăкла

с прорезью, напр., стул. || Назв. игры. N. Шăтăкла çапла выляççĕ. Тăват-пилĕк ача пĕр çĕре пуçтарăнса харпăр-хăй валли пĕрер шăтăк алтаççĕ пĕр ĕрете. Унтан вара илеççĕ пĕр тупă (мяч). Вуннăччен е вунпиллĕкчен выляççĕ. Пĕри туппа шăтăксем урлă кустарать. Вăл вăхăтра ачасем шăтăк патĕнче пуçтарăнса тăраççĕ. Тупă кам шăтăкĕнче чарăнать, çав туппа шăтăкран илет те, кама та пулсан перет. Ачасем тупă шăтăка чарăнсан тараççĕ, шăтăк хуçи анчах юлать. Кама та пулсан тивертсен, ăна пĕрре тивнĕ теççĕ, тивертеймесен, хăйне пĕрре сăваççĕ. Çапла выля-выля кама каланă хисепе çапса çитерсен (каланă хисепе суса çитерсен), ачасем пурте икшер е виçшер çапаççĕ. Çапла кама хисеп çитнине пĕр çапаççĕ. Йăлăхтаричченех выляççĕ. Афанасьев. Шăтăкла, игра в шар. Н. Седяк. Шăтăкла, игра в масленники. || Узор, вышивка вроде кружева. Çăкалăх. Шăтăкла = чăнтăр. Альш. Шăтăклана кунта ак çапла тунă. Пирĕнне темиçе çиппине турта-турта кăларнă та, унтан ăна çиппелен шăтăклаллă-шăтăклаллă çыха-çыха кайнă. Образцы 4. Чĕрçитти арки чĕнтĕрлĕ, шăтăклана çитес çук. N. Шур туттăрăн шăтăкли таткалана пуçланă. Тюрл. Кĕпе арки шăтăклаллă. Шурăм-п. № 26. Кантăкĕсем умне тĕрлĕ шăтăкласем карса пĕтернĕ.

шăхвăрт

то же, что шахвăрт. Чăв. ист. 10. Авалхи тĕрлĕ халапсем, юрăсем, шăхвăртса каланисем, тата урăххисем те нумай. Парастас. 58. Саккун мĕлки те, авалхисем шăхвăртса калани те иртсе кайнă.

шĕкĕлтет

пищать (о диких утятах). || Переносно — хорошо, дружно разговаривать. N. Пĕр йăвари кайăкăн чĕпписем пек шĕкĕлтетсе калаçса ĕçсе çиеççĕ. Альш. Ан шĕкĕлтет. Кан. Хамăр сут — ĕç халăх сучĕ,— шĕкĕлтетсе пыраççĕ повернăйсем. ТХКА 109. Кӳлĕ тавра хăмăшсем çинче темĕн тĕрлĕ вĕт кайăк çунатланса, саркаланса, шĕкĕлтетсе, хăмăшсене тая-тая юрлаççĕ. || Бегать мелкими шагами: Хорачка. Шĕкĕлтетсе каят ут (аран). Пшкрт. Орисене шĕкĕлтетсе каят (лошадь бежит и стучит вогами).

намăс

(намы̆с) стыд. Чăв. й. пур. Вăл намăсăн йĕркине маннă çав ĕнтĕ (он). N. Эсĕ килмесен, 5 тенкĕ укçана вара санран намăса пĕлмесĕрех ыйтатăп. (Из письма). Истор. Хăвăр намăсăра хăвăр яратăр. Ст. Чек. Намăс куçа йӳсĕтмес, тĕтĕм кăна йӳçĕтет. В. Олг. Хора çĕрлеччен çӳресен те, аттия намăс кӳрес çок (т. е. отцу не придется краснеть). N. Ӳлĕм хамăра намăс ан килтĕр. N. Сан çине шанатăп, нихăçан та намăса ан юлам. Якейк. Эс уш ытла та намăсран иртсе кайнă. N. Чыс ячĕшĕн ыттисенчен малтан тăран, сăхăланса намăсна ан яр. N. Эпĕ ĕмĕрте çынна çын намăсне хăварас çук нихçан та. || Постыдный, позорный. N. Намăс ĕçне хуйхăсем, пурте пулаç ĕç çукран. || Стыдно. Альш. Пăхса ытараймăн: куçран пăхма намăс хĕри-пăраçа. Юрк. Каллех çапла вырăнсăр тăрса юлсан, пĕлекен çыннисенчен те темĕн тĕрлĕ намăс.

нумай

, номай, нуммай, много, в большом количестве. О сохр. здор. Тата урăх тĕрлĕ те нумай сивĕрен пăсăлма пулăть. Т. Григорьева. Нумай пĕтет, сахал çитет, теççĕ. (Послов.). Ib. Нумая шыраса сахалсăр юлать, теççĕ. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. Б. IЗ. Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ? N. Сахал пулсан та, нумай туса ил. Регули 867. Номай çын кайрĕ, вилчĕ; çынсам кайрĕç, вилчĕç. Ib. 868. Онта номай çын сана полăшмалли. Ib. 417. Кăçал кайăк номай поль. Ib. 229. Эп ĕçлекене номай корса, кон пак ĕçленине (ĕçлекене) корман. Ib. 216. Ман паян ĕçлекен номай. Альш. Вăл хĕрлĕ йĕмре те çавăн пекех пуринчен ытла хĕрлĕ нумай. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă кӳртнĕ. Вишн. 71. Нумай çĕрте çырмасене е арманшăн, е шыв кӳлентерсе тăратасшăн пĕве-пĕве хураççĕ. Ib. 61. Выльăхсене çуреме сирĕн çаран пулсан, анăрсене çаран тăвăр. Апла пулсан, сире наклат пулас çук, усси нумайрах пулĕ. N. Выльăх нумайтан мар ку япала, пирĕн çарансем питĕ начарланса кайрĕç. Альш. † Нумайран мар çак кунсенче хĕрсемпелен вылярăмăр. Нюш-к. Чăвашсем кулакан çынтан: нумаях пулас çук унтан, теççĕ. С.-Устье. Нумай та пулмарĕ, тет, пĕр ывăл фунарпа хĕç илсе çав салтаксене вĕлерме пычĕ, тет. N. Нуммай та хăвармарĕç. Совсем мало оставили. ЧП. † Арчи-арчи панулми, хĕрлинчен шурри пит нуммай. Орау. Тăрничакки (назв. какого-то предмета в игре) нуммай вĕçлĕ енĕпе (пуçĕпе) тăрăнсан, тăрăннă вĕçĕ миçе вĕçлĕ, çеккĕлне çавăн чухлĕ турата шутласа хапартса лартаççĕ. || Намного, много раз. Регули 1379. Вăл мантан номай ăста (мантан итларах ăста). N. Вăл Байкал кӳллинчен нумай хĕвел тухăçĕ енче. Висĕ пус. ЗО. Вĕсен тымарĕсем, çĕре ытти тырă-пулăсен тымарĕсенчен нумай тарăнтарах кĕрсе кайса, унтан хăйсене валли нӳр илсе тăраççĕ. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумай ытлах пулмасть. Баран. 12. Манăн умра нумай çӳлте, Днепр шывĕ тĕлĕнче, авалхи хула Киев тăрать. Альш. Ют ялтан хĕр-сăри каçпа, нумай çĕрле, тин тавăрăнат. || N. Аллă нумай-и, çирĕм нумай-и? Что больше: 50 нли 20? || Самое большее. Хорачка. Вăл отмăл конта полат, çарнат тырă ене, нумай ларат отмăл олттă сутка, вураччă, çапаччă. О сохр. здор. Ăна (шкуру) сутса эпир нумай укçаллă пулас çук, пит нумай пĕр виçе тенкĕ илĕпĕр. || Долго. N. Нумай ан çӳре. Долго не ходи. N. Эп пырсан (килсен), нумай та тăмарĕç, вăсем те персе çитрĕç. Ала 15°. Нумай та пурăнман çамăрк хуçа, киле хăш кун киле çитмелли çыру янă, тет. N. Ыранах кантура кайса çыртар (заяви жалобу). Нумая ан яр (не откладывай). Никит. Матки килеймерĕ-ха, темме нумая юлнă. Изамб. Т. Нумай выртап-и? сахал выртап-и, пирĕн йытă вĕре пуçларĕ. Альш. Акă кайрĕç, тет, салтаксем хăвалама. Акă нумай пыраççи, сахал пыраççи, хай салтаксем çитеççĕ, тет. Регули 1236. Вăл онта номай порнать. Вăл килни номай полать. Ib. 1238. Номай полмаçть вăл контачĕ. Ib. 848. Ман паян номая пырас çок. Ib. 807. Номай полать эп она çĕклесе çӳрени. Букв. 1904. Нумай пулчĕ-и, сахал пулчĕ-и, юлташсем мана кăшкăра пуçларĕç. N. Нумай тăмаст, бывает непродолжительно. Якейк. Çомăр нумая каþ. Ib. Ма нумай тăрать. Как долго (тянется). Кан. Вăхăт çитсен каласа парĕç, нумая кĕтнĕ, сахала кĕтĕпĕр. Ib. Эсĕ вăхăт нумая кайиччен Кĕркурирен укçуна илме тăрăш. ППТ. Тепĕр касса кайсан, вара нумаях çӳреймеççĕ. Нумай кĕрсен, пĕр-ик-виç килле кĕреççĕ. Юрк. Нуммай та çапла çывăрса выртмаççĕ, хай сӳннĕ, тесе, пĕлнĕ. Юман кăмпийĕ çĕнĕрен амаланса кайса çуна пуçлат.

пая кĕр

войти в долю. N. Çавăнпа халăх ĕçне пая кĕни çынна темĕн тĕрлĕ пысăк усă кӳрет.

палă

то же, что паллă, знак. N. Эсĕ ху ырă яту çине пăсăк палă хунă. Чхĕйп. Акă ĕнтĕ чăваш халăхĕ епле тĕттĕм пурăннине ним çине хурса танаштарса виçе пĕлме çук. Шухăшласан — шухăшласан, ак çакăнтан пĕлме пулат: шăтса тухакан вăрлăхран пали лайăх курнат, е тырăран шутласан е ытти тĕрлĕ курăк вăрлăхĕнчен палă пур, е тĕрлĕрен йăвăçран шутласан пĕлме пулат. || Никит. Шур йăтти вур тунă, хура йăттине пал килнĕ. || Знамение. Собр. Пĕлĕт çинче палă пулсан, вăрçă пулат, теççĕ. || Ясно, показательно. В. Олг. Первей пыхсанах палă (сразу видно).

памĕтник

памятник. Юрк. Хăш-хăш тĕлте тата тĕрлĕ памĕтниксенчен юлнă...

пахала

оценить. Кан. Уйри çĕре те пахаласа (хак хурса) тавлаштармалла. N. Иван пичче хĕпĕртесе тутăрĕсене пахалама ялти вырăссем патне илсе кайрĕ. N. Пахала, назначить цену, ценить. || Придать цену в глазах покупателя. Орау. Пахала = пахан, лайăххăн кăтарт. Ib. Сутассине пахаласа хаклăрах сутма пар, турă! || Ценить, дорожить. N. Сана вăл çырусене çав тĕрлех пахаласа усрама кам хушать, вара? || Облюбовать. Синьял. † Чĕмпĕр пушмак тӳммеллĕ, Марье ăна пахаларĕ. || Определять. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 31. Кунта çитеччен эпир çĕр çинчи тĕрлĕ вырăнсенче пурăнакан чĕрĕ чунсен ăсне-хакне, çине-пуçне пахаларăмăр. || Определять по числу.

пылчăкла

загрязнить, запачкать грязью. ППТ. Нумайĕшĕ Мункун йĕпе килнĕ çулне, ӳсĕрĕлсен, лашисем çинчен ӳксе тем тĕрлĕ тумтирсене пылчăкласа варлаççĕ. Чăв. Ялĕ. Малтан пылчăкласа кăларнă улăма пĕр-ик кунтан витме те юрать (ею покрывают крышу).

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пыра-киле

с течением времени, впоследствии, со временем. О заступл. Пыра-киле çав пĕр айăпсăр хĕре ама çурри амăшĕ пĕтерме шухăш тытнă. Ист. Хайхи пыра-киле тутарсене хĕстере пуçланă. Ашшĕ-амăшне. Пыра-киле Кĕркурийĕн хĕрĕсем те ӳссе çитĕне пуçланă. N. Тĕрлĕ шурлăхсем вырăнне, чăтлăх вăрмансем вырăнне тасатса ырă, тырă-пулă пулакан çĕр туса хучĕ. Пыра-киле мĕн пулчĕ-ха. Баран. 108. Пыра-киле навусламан çĕрте тырă пĕрттех пулми пулать.

пысăк акка

старшая сестра или тетка. Ст. Чек. Пысăк акка — аккасенчен чи асли; пысăк акка (тесе) тĕрлĕ калаççĕ: хупа пĕр тăван чи аслине, ашшĕпе пĕр тăванни хĕрĕсене.

пинĕ-пинĕпе

целыми тысячами. Чума. Халĕ те, çавăн пекех, вăл чирпе тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ халăх пинĕ-пинĕпе, хисепĕ те (шучĕ те) çук, виле-виле пĕтеççĕ. N. Вĕсем укçисене хĕрхенсе тыткаламаççĕ, пинĕ-пинĕпе салатаççĕ.

пир-авăр

тканина. N. Пир-авăр тăвасси — хĕрарăм ĕçĕ. Якейк. Пир-авăр тĕртсе пĕтертĕмĕр те-хе. N. Вăл вăхăталла хĕрарăмсем те пир-авăр таврашне пăрахаççĕ. N. Пир-авăртан çĕлеççĕ. Хирле-Сир. Пирн пир-авăр нумай. N. Пир-авăр тума пулăшатăн (не процесс, а результат работы: шуратнă пир, улача, тĕрлĕ пир).

пичĕке

(пиц'э̆гэ), бочка. Букв. Пĕр пичĕкенĕн хĕрĕх кăшăл. (Купăста пуçĕ). Ск. и пред. 70. Унăн выльăх чĕрлĕхсем пичĕке пек çӳреççе. Череп. Пичĕке çăварĕ (закрывается пичĕке пăкки). N. Пичĕке пуçланă чухнехи кĕлĕ. «Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Çӳлти турă, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр. Çĕнĕ тырăпа сана асăнса пичĕке чӳклетпĕр. Йӳçсе тутлă калаçма пар. Шерпет сана, юççи пире. Акнă тырра-пулла пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илме пар. Çичĕ тĕслĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тытма пар. Авăртсан, çăнăх-кĕрпе перекетне пар. Виç пайĕнчен пĕр пайне ĕçмешкĕн, çимешкĕн, çынна памашкăн пар. Амин, çырлах! Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тытма пар. Пĕр вĕç шывра, тепĕр вĕç картара пултăр. Улт уралă хурт пур: пĕр вĕç вĕллере, тепĕр вĕç чечекре пултăр. Амин, çырлах! Килĕшпе, ача-пчапа сана асăнса витĕнетпĕр". Турра сăхсăхса пуççапаççĕ те, тата çĕнĕрен савăш курки пуçлаççĕ. Савăш курки пуçланă чух пĕри пурне те тăрса çак сăмахсене каласа сăра ĕçтерет. «Ар-ывăлсем! хуçа калать: çĕнĕ тырăпа, турра асăнса, пичĕке чӳклерĕм, тет. Сире тиври? тивмери? Тивмен пулсан, ун çинчен савăш курки пуçлас, тет. Эсир ăна кĕрĕшетри? кĕрĕшместри? Кĕрĕшетĕр пусан, ура çине тăрăр турра кĕл тума. Хурăн-сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Эсир ар-çынсем, ака патне кайсан, апата пынă чухне, кĕпĕр хура пусан та, йĕмĕр шурă пултăр. Ар-ывăлсем, ура çине тăрăр! Хурăн-сурăн кассисем, ура çине тăрăр турра кĕлтума!» Вара вăсем пурте сăхсăхса пуççапаççĕ те, каллех тапратса калать. «Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр. Ун çинчен сана асăнса, витĕнсе, савăш курки пуçлас тетпĕр». Вара каллех сăхсăхса пуççапаççĕ: çулти турă тесе, кĕлтăва пуçлаççĕ. Кĕлтуса пĕтерсен, турра тав туса сăхсăхаççĕ те, пĕри тăрса сăмах калать. «Савăш курки савса ĕçмелле, турă та патша курки. Çӳлте турă, — çут çанталăк унăн. Çĕрте çĕр-йыш — çĕршыв унăн. Çĕрте патша — хура халăх унăн. Ут туртайми салат, ар çĕклейми хăмла янă, ача çĕклейми çăкăр. Ăна та калах пĕлмесен, çиччĕ те пиллĕк ĕçмелле. Кала пĕлекенĕ пĕрре ĕçмелле. Путене пулас та, ыраш ани çинче çӳрес. Кала пĕлменни карăш пулас та, хăмăш тĕпĕнчен çӳремелле. Кала пĕлекенĕ савнă арăмĕпе юнашар выртмалла; кала пĕлменни арăмĕнчен ури вĕçне кайса пуçа хыçса выртмалла. Урипе тапас, ури çитес çук». Ĕçтерсе çаврăнать те, тата ыйтать. «Ар-ывăлсем! Хурăн-сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Хуçа калать: çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр, тет. Ун çинчен ятлă курка пуçласа ятăмăр, тет. Сире тиври? тивмери? Тивнĕ пусан, ура çине тăрăр; тивмен пусан, кунта килĕр». Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ.

пукор

(-г-), бугор с мусором (рус.). М. Васильев. Пукор — тĕрлĕ япала ванчĕк ишĕлсе выртнипе иртсе çӳремелле мар вырăн.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пумелкке

(пумэл'ккэ), поминки. Аттик. Пирĕн таврари чăвашсем: вилнĕ çын пирĕн патăртан пумелккине тумасăр уйăрăлса каймасть, теççĕ. Вăл пумелкке тăваччĕн пирĕн пата кашни çĕр хăнана килет, теççĕ. Ib. Çиччĕшĕнчен кайран тин пумелккине тăваççĕ. Пумелккене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Чухăнтараххисем вилни виç эрне иртсенех тăваççĕ, пуйтараххисем çич-сакăр эрнерен тин тăваççĕ. Арçын вилĕ леш тĕнчере те кунти пекех лашапа çурет. Хĕрарăм вилĕ ĕне-сурăхпа çӳрет, теççĕ. Çавăнпа пумелккере, арçын вилĕ пулсан, лаша е тиха параççĕ. Хĕрарам вилĕ пулсан, пăру е сурăх параççĕ. Ib. Вĕсем пумелккине тăваччĕн вилнĕ çын лештĕнчере çын çăмне çыпçаймасть, теççĕ. Пумелккине тусан тин леш тĕнчере вырăн парать, теççĕ. Ib. Вăл пумелкке выльăхне ахаль выльăха пуснă пек сĕре (= зря) пусмаççĕ, ăна пусас умĕн пĕри укăлча тул ăшне тухса, масар еннелле пăхса, вилнĕ çын ятне кала-кала акă çапла чĕнет: эй (ятне калать), сана çӳрен тиха паратпăр (тиха пусаççĕ пулсан), илме кил! тет. Тихине вара тин пусаççĕ. Пуçтарăнса çитсессĕн, вара вилле, пумелккене чĕнме тесе, масар çине хĕр-туя кайнă пек лаша кӳлсе, мăшăр хăнкрав çакса, пĕр витре сăра, пĕр штав эрех исе, çич-саккăрăн ларса каяççĕ. Вĕсем, масар çине çитсен, туртса кăлараççĕ сăрапа эрехе те, ĕçе-ĕçе вилле акă çапла чĕнеççĕ: эй (ятне калать), сана сăрапа, эрехпе чĕнме килтĕмĕр, айта пумелккене, санăн тую валли çавна-çавна илтĕмĕр, çавна-çавна турăмăр, ĕçсе çиме пыр! теççĕ те, ĕçсе ярайман эрех-сăрана тăкса хăварса, киле тавăрăнаççĕ. Килте вара тин пумелкке пуçланса каят.

пурĕ

весь; всего. N. Пурĕ е 35, е 40 ачаран ытла пуçтарăнмасть. Истор. Вĕсем пурĕ вун пĕр княç пĕрле пулса Киеве кайнă. Чем люди живы. Каласан, Михала мĕншĕн санран ку тĕрлĕ çутă килет-ши, мĕншĕн тата эсĕ пурĕ виçĕ хутчен култăн? Ачач 52. Кунашкал пухура Тимуш пурĕ виççĕмĕш хут пулать ĕнтĕ.

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

пурăнăç ту

наладить жизнь. N. Пурăнăç туса чипер пĕр тĕрлĕ пурăннă çĕртен, нимĕн хуйхă çук çĕртен, пур енчен те телейлĕ пурăннă çĕртен, этем асне килсе хурлантаратăн эсĕ (смерть). СТИК. Ĕçчен çыннăн ачи-пăчи те пит ĕçчен пулат, вăсем çамрăклах, епле пурăнăç тăвас тесе, тăрмăшаççĕ. N. Аттепе анне пурнăç тума шутламарĕç, пире йăтта кăларма шутларĕç. Шурăм-п. Санюка илсессĕн, чухăнрах пулсан та, тирпейлĕ пурăнса пурăнăç тумалла.

пурăнăç-тăрмăш

жизнь вообще, быт, условия жизни. Баран. Унта пурăнан этемсен пурăнăçĕ-тăрмăшĕ те темиçе тĕрлĕ.

пусма

лестница. СТИК. Пусма, лестница у здания. Кан. Ишчейккăсем пусма тăрăх улăхса анни курса ларакансене питĕ те тĕлĕнтерет. Ib. Кашни йăттăн тенĕ пекех пусма çине пусса улăхас йĕрке урăхла. N. Хăшĕ пусмасем лартса хӳме çине хăпарнă. N. Пусмана чул çурт çумне тăратрĕ те, пусма кутне ваттине тыттарчĕ; хува çӳле хăпарса карĕ. N. Пусма тăрăх чупса хăпарса (анса) карăм. Микушк. † Атăл тĕпĕнче энче закладка пур, кĕрсе илме пусми çук. (Энче, драгоценный камень, так думает автор). || Крыльцо. ЧС. Пăлтăр пусми, кĕлет пусми. Бгтр. Посма вĕçĕнче (на крыльце избы) пĕр старик ларать, тет. Изамб. Т. Унтан пусма (крыльцо) патне пыраççĕ. Альш. † Сирĕнех пусмăрсем решетке: аллăрсенче симĕс перчекке. Хурамал. † Пусма вĕçне тăрса пăхса юлăр. ЧС. Анне пӳрт пусми çинче хуйхăрса ларат. Б. Олг. Хыйматлăх çатса тохат посма вĕçне утсане, тăратат. || Ступеньки крыльца. Альш. Ку сиктерет, тет те, сразу вунă пусмана çитерет, тет. N. Пусмăрсем пустав та, эп пусаймăп. Якейк. † Ати посми йĕс посма, килмен полсан, посман полсан, сăрланă посма полаччĕ. Ма килтĕм-ши, ма посрăм-ши? || Мостки. N. † Пуян хĕрĕ калпак çăват, пусми сайра пусмашкăн. || Стремя. N. Ылттăн йĕнер, кĕмĕл пусма. Сюгал-Яуш. Тата тепре пусрăм та, ман пусма çакланса ларчĕ. || Назв. всякой материи, кроме суконных материалов. Алших. Пурçăн пусма, шелковая ткань. Альш. Пусмасем-çипсем, таканасем-касмăксем курса пăхса çӳренĕ. Ib. Пусма кĕпе пит пусать. Нижар. † Тăрăх-тăрăх хура пусма, кĕпелĕх мар, кĕштеклĕх. Сунчел. † Лапка илемне кӳрекен, хрантсус пусма мар-ши çав? Кильд. † Улача кĕпе умĕ чăн пусма. Толст. Пуканине хăй хĕрлĕ пусма татăкĕсемпе тумлантарса пĕтернĕ. Имен. Пусма, бумажная материя. Ib. Пусма кĕпе тăхăннă. Ib. Ман пĕр пусма кĕпе те çук-ха. Сред. Юм. Хĕрарăмсĕн кĕпе арки вĕçне тытакан çитсӳне (ситец) посма теççĕ. Ib. Кĕпе аркине тытма хôра пôсма илтĕм-ха. Ib. Хĕрарăмсĕм кĕпе аркине тытакан хăмаçа пôсма теççĕ. Имен. Пусма — кĕпе арки тытмалли, тĕрлĕ тавартан касса кăларса, кĕпе аркине çавăнпа тытаççĕ. Ст. Чек. Пусма (ткань), пӳрне пусăм сарлакăшĕ, кĕпе аркине тытаççĕ. Ĕлĕк мăнтăр пусмаран касса тытнă, халь тĕрлĕ тавартан касса тытаççĕ. ЧП. Улача кĕпе сар пусма — арăмсенĕн юсанĕ. Изамб. Т., Янтик. Пусма, ситец. Пухтел. Çитсăпа пусма пĕр ятах (обозначает одно и то же). || Ясли. Питушк. || Назв. рыболовной снасти. Якейк. Пусма — алтăр пек, çипрен çыхса тăваççĕ.

пусма-тавар

мануфактура. Пухтел. Каша. Пусма-тавар, ситец. N. Темĕн чухлĕ çава, темĕн тĕрлĕ пусма-тавар хатĕрлеççĕ, N. Ĕлĕк пирĕн пата нимĕçсем нумай тимĕр япала, машинăсем, пусма-тавар сутма илсе килнĕ. Çутт. Хăшĕ чарăлтаттарса пусма-тавар чĕреççĕ.

йĕке куккăри хурами

quaedam pars K in fusi ferrei curvaturam inserta, cuius assiduo motu cribra, cum quibus connexa est, concutiuntur, часть К, надеваемая на колено веретена и трясущая сита. П. И. Орлов. Йĕке куккăри хурамисем (50) икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: пĕр тĕрли йĕке çавăрăннă чухне йĕке çуммĕнче хуçăлмаçть (не сгибается) те, чула пĕр пек тикĕс çавăрнма памаçть, алана ытла силлет; тепри (50а) иккĕллĕ те, йĕке çанăрнă чухне хуçăлать (сгибается), вара чула пĕр пек çавăрнма чармаçть.

арман лаççи

(лас’с’и), aedificium, ubi tota molarum aquariarum machinatio collocatur. Помещение водяной мельницы. Ст. Чек. || Cella parvula, in uno angulorum çил арманĕ facta, ubi molitor ipse hibernis temporibus habitare possit. In шыв арманĕ casula est separata, operi faciendo idonea, ubi instrumenta molitoris deponuntur. Небольшое помещение в одном углу ветр. мельницы, где живет зимой мельник. В водяной мельнице отдельное помещение для инструментов и работы. Череп. || Aedificium çил арманĕ. Здание ветрянки. Тоскаево. Арман лаççине иккĕлле тăваççĕ: пĕр тĕрлине алăкран пăртак çӳлерехĕн пĕренесемпе пураласа ăлăхтараççĕ; вара çав пура çине юпасем лартса тӳпене çитиччен хăмасем çапаççĕ. Тепĕр тĕрлĕ арман лаççине пĕтĕмпех пĕренесемпе пураса ăлăхтараççĕ. Здание ветрянки строится двояко: или делают сруб немного выше двери, а на него ставят столбы и до самой крыши забирают досками; или делают все здание из бревен, в виде сруба. || Ст. Чек. Лаçă или ампар — нижняя часть ветрянки, где жернова.

пустав

(пустав), v. Russ. (постав) 1. I. q. чул путавĕ. 2. I. q. йĕке пăрăçĕ? Тускел. Пустав икĕ тĕрлĕ пулăть; пĕрне чул пуставĕ теççĕ. Вăл пĕр вĕçĕпе хирлӳ пăркăç çинче ларать, тепĕр вĕçĕпе хăлхасăр пăпăс çинче ларать. Чул пуставĕ çинче йĕке тĕпĕ ларать. Пустав бывает двух родов; один из них называется чул пуставĕ. Одним концом он держится на вертушке (чит. брусе) барана, а другим — на глухом брусе. На чул пуставĕ находится йĕкĕ тĕпе.

тăхçа

(тŏхс’а), malleolus ferreus, utroque capite in aciem (sed non in. mucronen) fastigato, quo molarum incisuras faciendi causa utuntur. Насека, которой куют камень. Якейк. Ходар., Торх. П. И. Орлов. Тăхçа (82) икĕ тĕрлĕ пулать: а) репчик, в) тăхçа. Насека бывает двух родов: а) репчик, в) тăхçа.

асамçăла

(азамз’ы̆ла), artes magicas exercere, artis magicae ministerio uti, колдовать. Киприан. Вăл, асамçăласа, Иустина çурчĕ çине те .. тĕрлĕ асап янă (насылал различные бедствия).

асамат-кĕперĕ

(Череп.), асамат-кĕперри (-кэ̆бэрэ̆,-к’э̆бэрри), arcus caelestis, радуга. (Повидимому есть и произн. а.-кĕпери). Çутталла 17. Пăх, асамат кĕперри! мĕн пур ун пек чиперри? Шурăм-п. № 21. Турă ăна çĕре анма симĕсĕн-кăвакăн курăнакан кĕпер хывса пачĕ. Чтобы ему спускаться на землю бог сделал ему (Илье пророку) мост (т. е. радугу). Ib. Асамат (сĕвек)-кĕпери витĕр тухсан, хĕр арçын пулма, арçын хĕр пулма пултарать, тет. Говорят, что, прошедши под радугою, девушка может сделаться мужчиною, а мужчина девушкою. Хорновар, Буин. Аçамат кĕперри витĕр чупса тухсан, хĕр-арăмран арçын, арçынтан хĕр-арăм пулать, теççĕ. (Вариант предыдущего: девушка заменена здесь женщиною). Т. П. Загадки. Атăл урлă вĕрен ывăтса каçартăм. (Асамат-кĕперри). Я перекинул через Волгу веревку. (Загадка: радуга). Вопр. Смол. Асамат кĕпери çӳлелле (чăнкă) карăнсан, хыççăнах çăмăр пулат. Если радуга крутая, то тут же будет дождь. Сир. 83. Пăх-ха асамат кĕпери çине, ăна пултаракана мухта, мĕн тĕрлĕ илемлĕ çуталса тăрать вăл! Пĕлĕт çинче авăнса, карăнса тăрать вăл; çӳлти турă алли карса хунă ăна.

аслă

(аслы̆), magnus, amplus, latus, spatiosus, maior natu, maximus, summus, illustris, великий, обширный, широкий, большой, просгорный, старший, главный, знаменитый. Якейк. Хосан холи пит аслă. Казань очень большой город. Ст. Чек. Ку шыв — аслă шыв. Это большая река. Шарбаш. Шăмат туйĕ аслă. Шуматовская свадьба многолюдна. Ала 84. Кайсан-кайсан, пĕр аслă (i. q. мăн) вăрмана çитрĕ, тет. Через некоторое время он дошел до большого леса. Ев. Шăтăкĕ ĕлĕкхинчен те аслă пулнă, тет. Ст. Чек. Аслă пӳртĕн алăкĕ аслă. У большой избы большая (в отношении простора) дверь. Ib. Урапа аслă-ха, ларма çитĕ сире. Телега просторная, вам места хватит. Собр. Кĕçĕн пуçа чарайман аслă пуçа хĕн килнĕ, тет. Если не удержишь маленьких, то за это придется расплачиваться взрослым. (Послов.). Альш. Çитнĕ вĕсене. Çапах та «яшка-çăкăртан аслă пулмас»: ларат, сĕтел хушшине кĕрсе. Они уже сыты и всем довольны. Однако «больше хлеба-соли (похлебки и хлеба) не будешь»: идет и садится за стол (т. е. отказываться от хлеба-соли нельзя, не годится). Ib. † Елшелийĕн урамĕ аслă, урам. В Альшееве улицы широкие и длинные. Ч. П. Шурă шĕлепкенĕн хĕрри пархăт, ытла аслă тытни килĕшмест. У белой (войлочной) шляпы поля обшиты бархатом, но слишком широкая обшивка делает ее некрасивой. Ала 59. Аслă ĕшнере ут çултăм. Я накосил сена на широкой поляне. Якейк. Паян пасар пит аслă. Сегодня очень многолюдный базар. Байгл. Асла пуç, кĕçĕне тав! таршим челобитье, младшим привет! Ст. Чек. Эсĕ манран пĕр çул-кăна аслă. Ты только на один год старше меня. Расск. Фараон Иосифа аслă-аслă улпутсемпе тан туса вĕсенĕн хушшине кӳртесшĕн пулнă. Фараон хотел поставить Иосифа наравне с целым рядом знатных вельмож и ввести его в их среду. Чăв. й. пур. З4. Ĕнтĕ вăсене ялан та темĕн тĕрлĕ аслă-аслă çынсенчен ытла хисеплеççĕ. Н. Карм. Хурамалта выртан аслă киремет. Находящийся в Хорамалах главный киреметь. Истор. Чăн аслă турри Перун ятлă пулнă, вĕсем ăна аслати турри тенĕ. Самое главное божество называлось у них Перуном; они называли его богом грома. Якейк. Чăвашран сан пак аслă çын çок тетни-мĕн? Ты думаешь, что ты самый знаменитый из чуваш? Сала 91. † Пĕвĕр-сийĕр лайăх, ятăрч аслă, вăтанатăп умăрта тăмашкăн. Вы статны станом, и велика ваша слава — я стесняюсь стоять перед вами. || Maior sive amplior iusto. Также слишком большой. Ст. Чек. Ку кĕпе мана аслă. Эта рубаха мне велика. Ib. Ку тумтир сана аслăрах пулĕ. Эта одежда, пожалуй, будет тебе великовата. || Есть разница между «аслă» в «пысăк»: первое указывает на обширность предмета, второе вообщем на его размеры; поэтому «аслă», употребляясь в собственном значении, не может служить определением для имен предметов, которые обычно переменяют свое место или могут быть переносимы или перевозимы с одного места на другое. «Аслă» неприменимо и в тех случаях, когда указывают не на превосходство, а на относительную величину предмета. Поэтому всегда скажут: пысăк ача, большой ребенок (аслă ача — старший из детей); пысăк çын, человек большого роста; человек взрослый; пысăк ту, большая гора; пысăк çурт, большой дом (аслă çурт — большой и просторный дом); пысăк хурама, большой вяз; пысăк урапа, большая телега; пысăк чӳрече, большое окно; пысăк кĕнеке, большая книга; пысăк çĕлĕк, большая шайка; пысăк курка, большой ковш; пысăк алă, большая рука; пысăк куç, большой глаз; пысăк сĕтел, большой стол; пысăк хăма, большая доска.

асла кăлар

(асла к̚ы̆лар) prowehere. Ст. Чек. Вăл ачине, асла кăларас тесе, тĕрлĕ шкулра вĕрентрĕ. Чтобы создать своему сыну хорошее положение, учил его в разных школах. Псалт. 1749. Хирĕç тăракансенчен асла кăларăн. Ст. Чек. Вăл çынна пуçлăхĕсем аслăран асла кăларса пынă. Начальство все давало ему повышение.

аслă улпут

aliquis e proceribus, важный барин. Ст. Чек. Аслă-аслă улпутсем = пĕр тĕрлĕ аслă улпутсем (вăсем нумай, сахал мар), чи аслисем мар.

аçа

(аз'а), mas, masculus, самец. N. Аçа кушак или кушак аçи, кот; аçа сысна или сысна аçи, боров; аçа йытă или йытă аçи, кобель; аçа кашкăр или кашкăр аçи, волк; аçа упа или упа аçи, медведь; аçа тăрна или тăрна аçи, журавль; аçа çĕлен или çĕлен аçи, змея самец; аçа шапа или шапа аçи, лягушка самец; аçа тараккан или тараккан аçи, таракан самец; аçа чечек, мужской цветок растения (неологизм). Ст. Чек. Сысна кĕтӳ пĕр аçасăр çӳрет. В свином стаде нет ни одного борова. Ib. Ку хур кĕтĕвĕ аçасăр. В этой гусиной стае нет гусака. В. Ив. Вăл хупăсен ăшĕнче чечекĕн икĕ чи кирлĕ япалисем лараççĕ: пĕри — аçа чечек, тепĕри — ама чечек. || Etiam de arboribus et herbis dicitur aliisque rebus, quibus neutrum genus est. Иногда слова «аçа» и «ама» ставятся при названиях растений и даже предметов неорганической природы, которые представляются имеющими те или другие признаки, как бы указывающие на пол. Что касается растений, то определения «аçа» или «ама», поставленные при их названиях, вовсе не указывают на их действительные половые отличия, рассматриваемые в ботанике, а только служат выражением общего впечатления, производимого на наблюдателя внешним видом растения. V. аçа каптăрма, аçа çăл, аçа хăмăш. Ст. Чек. Аçа пултăран — тăрăлă, вăрăлă; çулçи тăвăр. Ч. П. Анне ывăлĕ пулаччен, аçа пултăран пулас-мĕн. || Pater. Также означает отца. Сред. Юм. Аçа пĕр те, ама ăрасна. От одного отца, но от разных матерей («Отец один, матери разные»). Аттик. Суха-пуçне тавăрса, пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. Перевернули соху и заставили держать ее девушку, которая была единственною дочерыо у своих родителей. (Из обряда «хĕр-сухи»). Ч.С. Тата аçаран пĕр ывăллă çынна мелке илсе пыртараççĕ. Кроме того, заставляют одного человека, единственного сына у своего отца, нести помело. (Из обряда «хĕр-аки»). Магн. 139. Пĕр аçаран-амаран хĕр таптатăп. Я, единственная дочь у отца-матери, топчу. Ст. Чек. Вĕсем пурте пĕр амаран пĕр аçаран, тет. Ib. Аçу, аçăвăн, аçăвă. || Fulminator. Также бог грома. Ч. С. Аттесем: çумăр çунă чухне çĕлĕке илсе сăх-сăхас пулмасть; çĕлĕке илсен, çӳç ăшне шуйттан кĕрсе ларать те, вара аçа çапса вĕлерет, тесе калатьчĕç. Родители говорили: «Когда идет дождь, не надо креститься, сняв шапку; если снимешь шапку, то в волосы залезет чорт, и тогда ударит гром и убьет». Ib. Чăвашсем аçа çапнине урăх тĕрлĕ шухăшлаççĕ, вĕсем: усал пĕр-пĕр çурта кĕрсен, турă вара, çав усала çапма хăтланса, çурта та тивертсе ярать, теççĕ; е пĕр-пĕр çын çумне çыпçăнсан, çапать, теççĕ. Тата çăмăр çунă чух хытă çӳреме каламаççĕ: хытă çӳресен, усал çыпçăнать, теççĕ. Чуваши обьясняют гром иначе; они утверждают, что если чорт спрячется в доме, то бог, желая поразить чорта, зажигает и самый дом. Также, по их мнению, он поражает и человека, к которому прильнет чорт (чтобы спастись от громового удара). Кроме того, они не советуют быстро ходить во время дождя, утверждая, что при быстрой ходьбе (к человеку) пристает, чорт. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ. Говорят, что при ударе молнии (громовая стрела) уходит в землю на три сажени. Шорк. Аçа çапас оммĕн çиçĕм хреçлĕ çиçет, теççĕ. Говорят, что перед ударом молнии молния сверкает крестообразно. Ч. С. Эпĕ, пĕчĕккĕскер, хăранипе нимĕн тăваймасăр, чӳрече патĕнче сăх-сăхса лараттăм; анне: чӳрече патĕнче ан лар, ачам! аслати авăтса, çиçĕм çиçнĕ чух чӳрече патĕнче ларсан, аçа çапса вĕлерет, терĕ. Я, будучи маленьким, не знал от страха, что делать, — сидел у окна и крестился. Мать сказала мне: «Не сиди, дитя мое, у окна! Если будешь сидеть у окна в то время, когда гремит гром и сверкает молния, то убьет громом». Собр., Козм. Аçа аçатнă (v. аçат) чухне хура çӳçлĕ çын çӳресен, аçа çапат, тет. Говорят, что если человек с черными волосами, (брюнет) будет ходить во время грома (по улице), то его убьет громом. Н. Карм. Аçа-çуррине аçа çаптăр, ама-çуррине амак çаптăр. (Авалхи ваттисен сăмахĕ). Ст. Чек. Аçа-турă пулĕ. Питушк. Ырă уяр аçи çаптăр она! тет. Торă чохлатăрах она! тет. Он (проклинающий) говорит: «Пусть его разразит громом в совсем ведряную погоду! Пусть накажет его Бог». Н. Карм. Аçа, çаптăр. Чтобы громом разразило! (Проклятие, брань). Ib. И, аçа çапманă (сапманй) пуçна! Чтобы тебя громом разразило! V. Оп. чув. синт. I, 417. Питушк. Аçа çăпасскер! Чтобы тебя (его, ее) громом разразило!

ача

(аζ’а, аџ̌а; Пшкрт, Писмянка ача), infans, parvulus; puer; puella; virguncula; adolescens, adolescentulus, iuvenis, дитя, ребенок; мальчик; девочка; парень, юноша; девушка. Зап. ВНО. Амăшĕ пулсан, ачи пулать. Орау. Йăван арăмĕ ачи хыçĕнчен тасалнă ĕнтĕ. Жена Ивана уже оправилась после (ребенка) родов. Н. Седяк. Ача çуралсан, кăвапине касаççĕ. Ывăл ача пулсан, кăвапине çĕçĕпе е пуртăпа касаççĕ: çĕçĕ пек çивĕчĕ пултăр! теççĕ. Кăвапине пуртă çине хурса, çĕçĕпе касаççĕ, ак çапла каласа: ĕçе хавас пултăр! Икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Примеч. Хĕр-арăм çăмăлланаймасан: упăшкине йăвăр, усал сăмах каланă пулĕ, теççĕ. Çавăнпа арăмĕ урлă упăшкине виçĕ хут каçараççĕ. Упăшки: унăн çылăхне каçаратăп, тет. Ача çуралсанах, çăварне çу хыптараççĕ. Ачана тĕне кӳртсен, пăртак пурăнсан, ача чăкăчĕ чӳклеççĕ. Чӳклессине пĕр-пĕр чухне ĕçсе-çисе ларнă чух чӳклеççĕ. Сĕтел çине çăкăр, ун çине пĕтĕм чăкăт хураççĕ. Унтан, ура çине тăрса чӳклесен, çăкăрĕпе чăкăтне вакласа, валеççе параççĕ. — Ĕмĕрлĕ пултăр, кунлă-çуллă, пултăр! теççĕ. Пĕр-пĕр çыннăн ача çуралсан: çĕнĕ кайăк çуралнă, теççĕ. Унтан тата ыйтаççĕ: ылттăн-и, кĕмĕл-и? теççĕ. Ылттăн — ывăл ача, кĕмĕл — хĕр-ача. Пин тенкĕ, теççĕ, çĕр тенкĕ. Когда родится ребенок, ему обрезывают пупок. Если родился мальчик, то пупок обрезывают ножом или топором, со словами: «Пусть будет остр, как топор». Пупок кладут на топор, разрезывают ножом и говорят: «Пусть будет работящим!» Говорят двояко. Примеч. При трудных родах делают предположение, что жена когда-нибудь сказала мужу что-нибудь оскорбительное и нехорошее. Поэтому заставляют мужа переступить через жену трижды. Муж заявляет, что он прощает своей жене грех. Как только родится ребенок, ему дают в рот немного масла. Немного спустя после крещения, молят ребячий сыр. Этот обряд справляют во время пирушки. Кладут на стол хлеб, а на него непочатой сыр: потом встают, совершают моление, а хлеб и сыр раздают по частям присутствующим. При этом говорят: «Пусть будет долголетен!» Если у кого-нибудь родится ребенок, то говорят: «Родилась новая птичка» (или: зверек). Кроме того, спрашивают: «Золото или серебро?» Золото — мальчик, серебро — девочка. (На это отвечают): «Тысяча рублей» (если родился мальчик и) «сто рублей» (если родплась девочка). Ср. Алг. Ача çуралсан. Пуçламан чăкăт илеççĕ, пуçламан çăкăр, сăра ăсаççĕ. Кĕл-тăваççĕ турра: турă! ху çуратнă чунна лайăх ырлăх-сывлăх пар пурăнма. Алăк уçса, пуççапаççĕ турра. Когда родится ребенок. Берут непочатой сыр и непочатой коровай хлеба, нацедят пива и молятся богу: «Боже! дай счастья и благополучия живому существу, созданному тобою!» Отворяют дверь избы и делают земные поклоны. Собран. 195. Ача çуратсан, ăна, тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ; урăх ят хумасан, ача пурăнмасть, теççĕ. Когда родится ребенок, то его окрестят и отнесут к дереву, одиноко стоящему в поле. Там они дают ребенку другое имя, думая, что в противном случае ребенок не будет жить. Ст. Чек. Эпĕ ача çулĕнчен тухнă ĕнтĕ. Я уже вышел (вышла) из детского возраста (гов. когда исполнится 12 лет). Ib. Эс ача мар ĕнтĕ, ача çулĕнчен иртнĕ ĕнтĕ. Ты уже не ребенок, твои детские годы уже прошли. Ib. Ялан ача пулăттăн. Ты все хотел бы быть ребенком. Собр. 71. Ача пăхакан выççа вилмен, йытă пăхакан выççа вилнĕ, теççĕ. Кто ухаживает за ребенком, не умрет с голоду, а кто воспитывает собаку, умрет голодной смертью. Альш. Варвари Пăрăнтăкран Кашана качча кайнă. Ачине тутар арăмĕпе тунă, тет. Варвара вышла замуж из Бурундуков в Елховоозерную. Говорят, что при родах у нее была бабкой-повитухой татарка. N. † Улма пахчи турăм та эп, ача кулли пулчĕ вăл. Я рассадил яблоновый сад, но он достался в добычу детям (т. е. они воровала из него яблоки, ломали деревья и пр.). Ч.С. Эпĕ: халĕ мана никам та чаракан çук, тесе, ар шухăшăмпа шухăшласа ларатăп. Я сижу и думаю своим детским разумом: «Теперь меня некому останавливать» (т. е. удержввать от шалостей и проч.). Шурăм-пуç З. Çĕнĕрен тӳрри пур теççĕ те, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. Ай-хай, ача Учун пур та, çав Ивана пăрахаймаçть. Говорят, что имеется новый друг (любовник), а она, Ульяна, не можст бросить того Ивана. N. † Ай-хай ача Татьяна Киштек çулĕпе сиккипе. КС. Вăл ачи унăн кампа пулнă-ши? От кого у нее этот ребенок? Якейк. Валтанхи ар, хырăмра чох, эпĕр, туран куççа, анса лартăмăр. Когда я ходила первым ребенком, мы переселились с верхнего конца деревни на нижний. Шорк. Ачана кипкепе тыт. Держи ребенка в пеленках. КС. Эй, ачупа пĕрле!.. йĕрĕнтермĕш!.. Эх, чтобы тебя с твоим ребенком!.. Надоедник!.. Сред. Юм. Ача ӳкмен, сурчăк ӳкнĕ! Пĕчик ачасĕм ӳке парсан, пысăккисĕм, ачана тăратнă чухне, ача ӳкнĕ çĕре сурса, çапла калаççĕ. Не ребенок упал, а плевок! Когда упадет ребенок, то взрослые, поднимая его, плюют на то место, где он упал, и произносят эти слова. Чебокс. Тепĕр кун, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан, атте ачана çĕклерĕ те, урамалла йăтса тухрĕ. На другой день, после обедни, отец взял ребенка (мою маленькую сестру) и понес ее куда-то на улицу. Собр. 103°. † Сак çинче ача вылясан, ашшĕ-амăшĕ курать — савăнать. Когда на нарах играет ребенок, отец с матерью смотрят на него и радуются. ХVIII. З1. Сак тулли ача пар. Дай полные нары детей. (Из моленья). Нюш-к. Ача пăлатна пулсассăн, уна пĕр çулталăкранах ĕмĕртме пăрахтараççĕ. Если ребенок здоров, то его советуют отнимать от груди, как только ему минет год. Ib. Тата тĕлĕкре пĕчик ачана курсан та, чирлессе, теççĕ. Говорят, что видеть во сне маленького ребенка также предвещает болезнь. Курм. Ача çăлтан топрăмăр. Мы нашли в колодце ребенка. Так говорят, когда родится ребенок. Вир-ял. Çав хĕр мана ача тет; аллине ача тытмасăр çав хĕр качча ан кайтăр! Эта девка называет меня мальчишкой; пусть не выйдет она замуж раньше, чем родит («возьмет в руки») ребенка! Шел. П. 66. Ача туман арăм ача тăвасшăн вилесене (покойникам) панă вĕт ăна (лоскут холста). Сарат. «Çывăр, ачам (хĕрĕм), çывăр! Аннӳ кайнă çырлана; татнă-татнă — ывăннă, унтах, выртса, çывăрнă. Аçа çаптăр, çиçĕм çиçтĕр, пирĕн аннене (или: санăн аннĕне) вăраттăр. Пирĕн анне вилсессĕн, çĕнĕ анне илĕпĕр. — Çĕнĕ анне аван мар, кивĕ анне аванччĕ: çĕнĕ курнитса ăшă мар, кив курнитса ăшăччĕ. Ст. Айб. † Чипер ача куйланать савнă ачи килментен. Красавица тоскует оттого, что не пришел к ней милый. Абыз. † Атăл çинче алă майра, сараппань виттĕр çил вĕрет. Пирĕн ачисем пулчĕ (ç) пӳлч (= пулĕ?) На Волге 50 русских женщин; сквозь их сарафаны продувает ветер. Вероятно, это были наши ребята. Альш. Вĕрентесси теплелле, çынсем унта темĕнле, епле пурăна пĕлмелле? тетĕп. Шухăша юлтăм хайхи ача. Как еще будут обучать? Каковы-то там люди? Как там жить? Задумался парень (т. е. я). N. Ыйтат, тет, ку хĕрĕнчен: камран сан ку ачу? тесе. Спрашивает этот у дочери: «От кого, говорит, у тебя этот ребенок?» Сказки и пред. чув. 17. Сĕм вăрманăн ачисем йăвисене кĕреççĕ. Дети дремучего леса входят в свои жилища. Регули 1248. Эй она ачан корса. Эп она арăмăн илтĕм. Я ее видел еще ребенком. Я ее взял вдовой. С. Тим. † Вун çитĕ çулхи ачупа кам юратса вылямĕ. С 17-тилетним юношей кто не пожелает играть? Альш. † Ашшĕ-амăшĕ ӳксе, йĕрсе юлчĕ ытам тулли сарă ачишĕн. Родители плакали навзрыд («упавши») о своей милой красавице дочке. Кратк. расск. 20. Атте, яр ачуна пирĕнпе. Отец, отпусти сына с нами. Изамб. Т. Унта халăх пухăннă çĕре асламăшĕ: ачи, ачи Павăлĕ! Пăхран-шăкран тасалнăччĕ, шыва кайса вилейчĕ, тесе, кăçкăрса йĕрет. Там, при собравшемся народе, бабушка (его) ревет благим матом, пряговаравая: «Бедный Павел! Только что ты успел вырости до того, чтобы ухаживать сам за собой, и уж утопул в речке!» N. Эсир пĕлекен Хурамал ачи Елеазар (конец письма). Известный вам Карамалинский парень Елеазар. Лашман. † Урамăрсем тӳрĕ пулас пулсан, хĕрхенмĕттĕм йĕс кĕлелĕ аттăма; ачисем ачана çитнĕ пулсан, хĕрхенмĕттĕм кĕмĕл çĕррĕме; ачисем ачана, ай, çитеймен, кĕмĕл çĕррисем ăстантан тухайман. Если бы улицы были прямые, не пожалела бы я своих сапог с медными подковками; если бы парни были на возрасте, не пожалела бы я своего серебряного кольца... Парни еще не выросли, серебряные кольца еще не вышли из литейного стана. Собр. † Çинçе пилĕк сар ача пĕччен çывăрнă чух, ай, пулайинччин! Ах, если бы красивый юноша с тонкой талией был около меня, когда я сплю одна. Эпир çур. çĕр-шыв. Шкулта пурĕ 90 ача вĕренет: вĕсенчен 50 ача хамăр ял ачи, 40 ача урăх ял ачисем. Альш. Ачапа вилнĕ. Умерла из-за ребенка (т. е. от родов). Ib. Çăмăлланаймасăр вилнĕ. Умерла, так как не могла разродиться. Ib. Çав çынпа пулса (çӳресе), ача тунă. Прижила от этого человека ребенка. Макка 142. Ача, пурăнасса нимĕн шухăшсăрах тенĕ пекех пурăнатăп. Живу я, братец, без всякой думушки и заботушки. || Qui blanciius alloquuntur, primae personae terminationem addunt. Прибавление к этому слову суфф. притяж. 1 л. ед. ч. делает обращение более ласковым. Изванк. Кин ачам! çынна ытла йăвăр сăмах ан кала, çынна тĕксе ан яр, ачам, çын сăмах хыççĕн кăлăх ан кай, хуна ху пĕл. Милая сноха! не говори другим оскорбительных слов, не отталкивай от себя людей, не поступай необдуманно по чужим советам, знай сама себя. (Наставление, даваемое молодой стариками и старухами; из обр. «Çĕн-çын яшки»). Ст. Чек. Ачам, кăлăхах çынпа вăрççа ан çӳре. Не бранись, дитя мое, попусту. || De pupa. О кукле. Сред. Юм. Калăпа пир таткисĕмпе чӳркесен, пĕчик ачасĕм: ача, тесе, çĕклесе çӳреççĕ. || In allocutionibus significat sodalem. Нередко употреблаетея в обращениях, в смысле брат (к лицам обоего пола, как и это русск. сл.). Б. Олг. Çитмест-и сана ик сом вонă пус? — Ах, ачам, çапла йӳн полат. Не будет ли с тебя шестидесяти копеек? — Ах, это, брат, (слишком) дешево будет! Ст. Чек. Ача, атя шыва кĕме каяр. Идем, брат, купаться.

алăри ача

(алы̆ϱиы аζ’а, алы̆ϱиы аџ̌а), infans, qui adhuc in manibus gestari solet, маленький ребенок, который еще не ходит (или только начинает ходить) и которого поэтому носят на руках. Ст. Чек. Алăри ача — çĕнĕрен ача иличчен, виçĕ çула çитиччен (ребенок до трех лет, пока не родился другой). N. Вĕсене курсан, хам та, алăри ача пек, темĕн тĕрлĕ савăнса, ытараймасăр, тăраниччен калаçаттăм. Когда я видел их, я радовался как маленький ребенок и не мог с ними наговориться.

ачана чӳке кӳртни

mos Tschuvaschorum, secundum quern infantes in sacra gentis suae admittuntur, введение ребенка в круг (народных) религиозных церемоний. Н. Карм. 81. Ачана чӳке кӳртни. Пирти чăвашсен, пур ăрăвăн та, ăрăвĕ-ăрăвĕпе хăйсене тĕрлĕ чӳк пур: пĕр ăру пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ. Çавăнпа, ача çуралсан, харкам хăй тăвакан чӳке (те): ача çуралнă йĕркипе, тесе, харкам хăй тăвакан кил-ăш пăтти-юсманне тăваççĕ (килĕсерен тăвакан чӳке çапла калаççĕ). Наши чуваши имеют особые родовые моленья — у одного рода так, у другото — иначе. Поэтому, когда родится ребенок, то каждый совершает по случаю его рождения свое семейное моленье («семейную кашу и юсманы»).

ачасăр

Iiberis carens, бездетный. Учите детей. Арсăр çынсем хăйсене темĕн тĕрлĕ телейсĕре хураççĕ. Бездетные люди считают себя весьма несчастными. Якейк. Ачасăр арамăн ача пăхас хуйхи çок. У бездетной женщины нет заботы об уходе за ребенком.

пуçлă туттăр

особый платок, похожий на полотенце, повязываемый женщинами поверх сурбана. Орау. Пуçлă туттăра пирĕн Уравăшра сурпан валли тĕртсе тунă пек тунă, икĕ хĕррине хĕрлĕ пиртенех тăваççĕ. Туттăр валли тĕртнĕ пир сурпан пирринчен ансăртарах пулать. Туттăр валли çав пиртен пĕр аршăн çурă тăршшĕ касса илеççĕ те, унăн икĕ вĕçне туттăр пуçĕсене çĕлесе хураççĕ, унтан вĕсем çумне пасар шăтăкĕ çĕлесе хураççĕ. Çавна вара пуçлă туттăр теççĕ. Пуçлă туттăра икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: туттăра икĕ вĕçне тан туса, варри тĕлĕшĕпе çанкисене çӳç курăнми çавăрса илсе, ĕнсе хыçĕнчен çыхса икĕ вĕçне усса яраççĕ. Тепĕр тĕрли — çав усса янă туттăр вĕçĕсене каялла лĕпке çине илсе килсе, хире-хирĕç çыхса хĕстерсе, вĕçĕсене мăйрака пек туса хăвараççĕ. Çапла çыхнине чăвашсем: туттăрне тавăрса çыхнă, теççĕ. См. сурпан тутăрĕ.

пуçлăх

сетка, надеваемая на голову для защиты от укуса насекомых. Баран. 167. Çынсем пуçлăх тăхăнса пĕркенсе çӳреççĕ (летом в тайге, от насекомых). || Главарь, вожак, начальник, руководитель. Юрк. Пуçлăхсем ăна пит начар вĕрентнĕрен чăваш хушшине вĕрентме яман. || Дух родоначальника. Шел. 64. Ват карчăксем сăрапа, тĕрлĕ апат-çимĕçпе хирти хапха патĕнче ял пуçлăхне асăнса кив йăлапа хываççĕ; Кив-Ӳселшĕн кĕлтуса, ырлăх-сывлăх ыйтаççĕ. Тырра-пулла тутлăх пар, вут-кăвартан, чир-чĕртен сыхла ял-йышне, теççĕ. Унтан чăн чухăн çынна уншăн парне параççĕ. || Встреч. в соединении: сывлăх-пуçлăх, здоровье вообще. Альш. Вăл кайсан, эпĕ авланас шухăш тытрăм та: сывлăхăм-пуçлăхăм пур чухне авланса юлам, терĕм.

путар

(-дар), погрузить; топить. Мусирма. † Пичче сăри кӳлĕ пек, путарайса ăсмалла, çавна ĕçме пырăр эсир. N. † Ылтăн улма ывăтрăм, юшкăн айне путартăм. Беседа. Унтан çĕр çине сасартăк шыв тулнă та, пурне те путарса вĕлернĕ. N. Атăл çинче пĕри лашине потарнă. Кан. Урисемпе калчасене тăпăлтарса кăлараççĕ, е пачах та çĕрăшне путарса лартаççĕ. || Провалить (кого), повредить (кому) (на суде). N. Эпир кăшт унтан-кунтан илткелерĕмĕр те пĕтĕм вулăсĕпе, уясĕпе тĕрлĕ пуянсене путарма кайрăмăр. Чăв. й. пур. Айăплине те хăтараççĕ, айăпсăррине те путараççĕ.

путтик

присловье к путяна. Якейк. † Путтик-путтик путяна, путяна çăмарти тĕп-тĕрлĕ. Ib. Путтик-путтик путяна, санăн йăву хăш тĕлте? Шарбаш. Путтик-путтик путяна, сар ыраша юратать. Хора-к. Поттик-поттик путяни, лаптак корăк айĕнче.

пушшĕ

то же, что пысăкăш. См. пушши, пĕвĕрлешке. Якейк. † Çакăн пушшĕ полтăмăр, пор сив сăмах пирн çира. Ib. Ăсан-чăхă пушшĕ (= пысăкĕш) хора тĕрлĕ кайăк.

пӳштĕр

назв. четырехугольной или шестиугольной нашивки из кумача по обеим сторонам на груди женской рубахи. Хурамал. Ст. Чек. Пӳштĕр, нашивка из кумача через плечи женской рубахи. Пӳштĕрлĕ кĕпе. N. Пӳштĕр — кĕпере (обшивка из ситца). Микушк. Пӳштĕр, узор на женской рубашке. Янш.-Норв. Пӳштĕр, нашивка из кумача и особые узоры на груди женской рубахи. (Хĕр-çынла ниркеллĕ кĕпе). См. хĕр-çынла. СПВВ. ГМ. Пӳштĕр — хĕрарăм кĕпине кăкăр çине вершук сарлакăш тытнă хăмачă. Шел. П. 62. Пӳштĕр вырăнĕсене те темиçе тĕрлĕ тĕрĕпе илемлетнĕ (у женской рубахи). См. кӳпчĕк, кӳпелек. || Петелки у лаптей (по бокам). Вил-йăли. Анчах урисене сырнă чухне çăпата кантăрисене çăпати хыçĕнчи йăлăсенчен анчах тăхăнтараççĕ, пӳштĕрĕнчен (петелки по бокам) тăхăнтармаççĕ. || Завивка лычком боковых веревок лаптей. Чирич-к. || Перемычка у лаптей (поперечное лычко). Изамб. Т. Çăпата пӳштĕрĕ. СПВВ. Пӳштĕр, пӳштĕрлĕ çăпата. || Переносок узды. Абаш.

пăрр

(пы̆рр), подр. быстрому рассеиванию, разбрасыванию, разлетанию на части. Е. Орлова. Ачасам пăрр! саланса карĕç. См. пăр. || Подр. порханию. N. Пĕчĕк кайăк пăрр! вĕçсе карĕ, теççĕ. Б. Олг. Пăрр! — подр. полету воробья. См. йăрт. Юрк. Пăрр! туса вĕçсе тухса каят. || Подр. разлетанию на части. СТИК. Вăйлă çын кĕлтене çапйиççипе çапат та, пăрр салатса ярат (так, что сноп разлетается на части). IЬ. Шур чула (мел) çĕре çĕклесе çапрăм та, пăрр! саланса карĕ. || Подр. быстрому раздроблению, размельчанию. Изамб. Т. Типĕтнĕ ыраш шăл хушшинче пăрр-пăрр каят (звук). || Подр. быстрому разбрасыванию. Юрк. Пăрр, пăрр, пăрр! туса тĕрлĕ енелле сирпĕне-сирпĕне ыткăнса каяççĕ (зерна). || Подр. быстрому вспыхиванию огня. Çиç. çиçрĕ кĕм. 67. Чăшт сапас та, пăрр чĕртес... вăр-вăрах çунса каять хăйĕн вулас пӳртĕнче.

пăрттăм

с пятнами, с крапинками. Пшкрт. Пăрттăм-пăрттăм тĕрлĕ (с точками. У КС. пăч-пăч тĕрлĕ). Хорачка. Пăрттăм-пăрттăм хораллă ĕне.

пăслан

(пŏслан), обращаться в пар, испускать пар, испаряться, париться. Шел. 127. Хурансем çинче пăсланса сиксе вĕре пуçларĕç чейсем, яшкисем. Ск. и пред. 73. Икĕ пысăк кăмака тĕрлĕ апат пăсланать. КС. Мулча хутсан, мулча пăсланать (испускает пар). || Покрыться инеем. Щурăм-п. 9. Кĕркунне сивĕпе йывăç туратсем вăйлă пăсланнă (м. б. пасланнă) кунсенче çуркунне пахча-çимĕç лартас пулсан лайăх пулать. Орау. Çанталăкĕ пăсланса анчах тăрать (стоит нечто в роде тумана, напр., весною, когда оттаивает земля). || Преть. Пшкрт. Пăсланат совсем тарланса (испускает пар от пота). || Просвежиться. Питушк. Тухса пăсланса çӳрем-ха, ăшша тарларăм. Дай выйду и просвежусь, очень уж вспотел.

пăттăм-пăттăм

с пятнами. В. Олг. Пăттăм-пăттăм хораллă, с черными пятнами. Б. Олг. Хĕрлĕ куак тĕрлĕ; пăттăм-пăттăм, час çума кирлĕ мар, хоралмас, такки килшулă, хӳхĕм полат, тавай илĕпĕр пĕр кĕпелĕх, арçын ачая лайăх.

пăч

(пы̆ч), подр. паданию одиночной капли. N. Çомăр томламĕ (чит. томлам) ман ал çине пăч килсе ӳкрĕ. || Пятно. Сборн. по мед. Куç çинче пăч кăвак курăна пуçлать. N. Унăн пĕр пăч хури те, е айĕпĕ те, е çавăн майли мĕн те пулин урăххи те ан пултăр, тесе... N. Пĕр пăч хурасăр, айăпсăр. Тюрл. Пăч шорă, с белыми пятнами. Питушк. Пăч-пăч тĕрлĕ, с точками. Чума. Ӳчĕ-тирĕ вырăннăн-вырăннăн пăч-пăч кăвакарса каять (пятнами). Ядр. Пăч-пăч хĕрлĕ шатра тохать. Г. А. Отрыв. † Эп шур туттăр юратап, пăч-пăч хура тĕрлине. Сред. Юм. Пăшал етри витĕр тухса кайнă та, пăч шăтăк юлнă. Орау. Пĕр пăч ларать. || Совершенно, совсем, без исключения. N. Çил пăчах чарăнчĕ. Ветер совершенно прекратился. Толст. Шыв пăчах пăс пулса кайса пĕтет. N. Хĕвел пăч тĕттĕм пулĕ. НТЧ. Чĕнме кайнă ачи хăйсен кӳрĕшне пăчах чĕнет. Вĕлле хурчĕ. Вĕлле хурчĕсене халь каланă пек усрас тесен, хурт пурнăçне, хурт ăсне пăчах тĕрĕс пĕлсе тăрас пулать. N. Анчах таврашĕсем хăшĕ пăчах мар. Якейк. Петĕр холая каþ те, пăчах çохалч (пропал без вести). КС. Лампипе сӳнтертĕмĕр те, пăчах тĕттĕм пулчĕ. IЬ. Кăçал кантăра сала-кайăксам пăчах пĕтерчĕç.

пăчхăн

задыхаться. N. Аквариумсенче пулăсем, шапасем, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕксем пăчхăнса пурнаççĕ. || Съёжиться. Б. Крышки.

пăх

(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

пăхса ил

оглядеть. Баран. 94. Чарăнса (остановившись) тĕрлĕ енне пăхса илтĕмĕр. IЬ. 11. Урамусем пит вăрăм, куçпа пăхса илес çук. || Высмотреть. Баран. 129. Епле тĕттĕм пулсан та, пĕчĕкçеççĕ каяксене пăхса илет (сова).

пăхса тăр

смотреть. Баран. 80. Çыран хĕрринчен пăхса тăмах вăл тĕрлĕ хăрушă пулсан, ун пек чух тинĕс çинче ишсе пыма мĕн тĕрлĕ хăрушă пулĕ. IЬ. 84. Хĕртсе пăхан хĕрлĕ хĕвел çӳлтен савăнса пăхса тăрать. || N. Вăхăт пулсан, пиçмо ярса пăхах тăр.

пĕлĕмлĕх

знание; наука (неол.). N. Ӳсерехпе вăл пĕлĕмлĕхсене вĕренме Константинополе кайнă. N. Унтан ăна ашшĕ тĕрлĕ пĕлĕмлĕхе вĕрентсе ӳстернĕ.

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕр йышши

один вид, одного рода, однородный. Чума. Çав шыçăллă чума икĕ тĕрлĕ пулать: пĕр йышшипе чирленĕ чухне çынсем ытла пит йывăрах асапланмаççĕ. Баран. 109. Пĕр йышши лĕпĕш çĕрле вĕçсе çӳрет. IЬ. 108. Пĕр хирех çуллен-çул пĕр йышши тырă акса тăрсан, ăна кирлĕ сĕткен пĕтет, вăл тырă унта пулми пулать. Грамм. Пĕр йышши членсем. Однородные члены (в предложении).

пĕр тĕрлĕ

по-одному. N. Пĕр çынах пĕр сăмаха пĕрре пĕр тĕрлĕ, тепринче тепĕр тĕрлĕ çырать. || Одинаковый; один и тот же. Виçĕ пус. 7, Çĕрти пĕр тĕрлĕ çимĕçсем пĕтнĕ çемĕн пĕтсе пыраççĕ. Баран. 108. Пĕр вырăнах ялан пĕр тĕрлĕ тырă акма юрамасть. N. Пĕр тĕрлĕ çĕре çул çӳрекен çын вĕсене ăс парса хаварчĕ. || Особенный. N. Эпĕ пĕр çырлана татса илнĕ чухне пĕр тĕрлĕ çĕлен (особенную змею) куртăм. || Ровно. N. Чипер, пĕр тĕрлĕ пурăннă çĕртен. || Известным образом, до известной степени. СПВВ.

пĕсехе

(пэ̆зэhэ, пӧ̌зэhэ), зоб. Сред. Юм. ЧП. Пирĕн аттен усрав кайăкĕ пур, унăн пĕсехинче чăпар тĕксем пур. КС. Чăх пĕсехи, зоб. IЬ. Чăхсам пĕсехисене персе тултарчĕç (наелись). Шел. 71. Пĕсехисене каçăртса... илемлĕ сăввисемпе, ытарма çук, çав тĕрлĕ шăрантараççĕ (скворцы). СПВВ. ИА. Кайăкăн çими пĕсехене анать. Изамб. Т. Пĕсехи унăн тата ытларах йăлтăртатать. || Грудь. Г. А.Отрыв. Пĕсехе çара. Пĕсехере те, çухави тавра та, хулпуççи тавра та, çанă вĕçĕсенче те, аркă тавра та — ниçта та ним апăршасам çук («капăрри çук ĕнтĕ ун, капăрлă мар»). КС. Пĕсехине ярса çӳрет (с расстегнутым воротом рубахи). IЬ. Пĕсехи çара (с голой грудью). IЬ. Пĕсехерен (за грудь платья) тытса силлерĕ. IЬ. Пĕсехене (грудь рубахи) çурса пăрахрĕ. Чирич-к. Çара пĕсехе = ярханахăн çӳрекен (ача).

пĕт

(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.

пĕтер

(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.

плев

то же, что пĕлев, особый камень, точильный брусок. СПВВ. ТМ. Пит яка чула плев теççĕ, унпа çĕçĕсем, тĕрлĕ япаласене хăйраççĕ, вăл пит çивĕчĕ тăват, ăна вăрманта кив çĕрĕк юман айĕнчен тупаççĕ. Вăл çĕрĕк юман каски айĕнче йĕркипе выртат, тĕсĕ хура.

айкаш

(аjгаш), verbum, cuius vis latissime patet, глагол, имеющий очень обширный круг употребления. Nonnunquam enim est laborare. Иногда значит трудиться. КС. Хытă айкашшĕрĕ вăл паян. Он сегодня усиленно трудился (в Череп. — трудился без успеха). || Interdum imperite aliquid facere. Иногда неумело делать что-либо. Альш. Пĕлни-мĕнĕ çавăнта ĕнтĕ те, айкашатнăр çавăнта. Какое уж там уменье, занимаюсь вот кое-как! (говорит старуха йомзя о своем ремесле). Aut conari niti, conniti, molirг. Также стараться, пытаться, тщиться. Перев. Вăл ман сăмсана, куçсене çаклатасшăн айкашать. Он (медведь) старается зацепить меня за нос и за глаза. Употребление глагола в последнем значении некоторым кажется неудачным. || Aut in pasillis, in minimis occupatum esse; mirum in modum varias res agere; varie se movere; in rebus futilibus et frivolis occupatum esse; operam perdere; inverecunde agere; lascivire, turbam dare. Или делать что-либо маловажное, проделывать разные вещи, выделывать разные движения, валандаться, делать что-либо предусудительное, шалить, поднимать возню. Сред. Юм. Мĕн айкашатăр çанта эсир? Что вы там делаете? (или: возитесь) (фамильярное выражение). ЧС. Аннесем, нимĕн тăвайман пирки, юмăçсем иле-иле килсе, темĕн-те-пĕр айкашатьчĕç. Моя мать и те, кто были с нею, не зная, что им делать, привозили йомзей и проделывали все, что только могли. Чăвашсем, 22. Унта çапла пурте пухăнаççĕ, тет, унта вара тĕрлĕ айкашаççĕ, тет: лашалла та кĕçенеççĕ, ĕнелле те мĕкĕреççĕ, кушакла та макăраççĕ, автăнла та авăтаççĕ, тет. Там они (колдуны) собираются все вместе и проделывают разные штуки: и по-лошадиному ржут, и мычат по-коровьи, и мяукают по-кошачьи, и поют по-петушиному. Ст. Чек. Вĕсем айкашса çӳрерĕç-çӳрерĕç, нимĕн ĕçе те кӳреймерĕç. Сколько ни каталажились (валандались, возились), а дела не сделали. Чăвашпур, 25. Вăл хăй çирĕм икĕ çула çитиччен çапла айкашса пурăннă, пĕр çынпа та калаçман, вăрттăн уллах çĕрте пурăннă. Таким образом (точнее: „манером“) он дожил до двадцати двух лет, ни с кем не говоря и живя уединенно от других. Ib. 26. Вара тырă ака пуçланă, çула кĕтӳ кĕтсе, хĕлле вак касса тăранса пурăннă; хăни тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Çапла айкашша, пӳрт те лартнă. Тут он стал сеять хлеб; летом кормился, пася стадо, а зимою — прорубая прорубь. Своего хлеба он не ел, а продавал его и выручал деньги. Таким образом (точнее: „Манером“) он поставил и избу. Ib. 10. Хăй вара лашине пăртак сăтăркаланă, ачашлакаланă та, туртаран тытса, лашине пулăшнă. Лаши вара тапраннă-кайнă. Унтан, пăртак кайсан, кантарнă. Çапла айкаша-айкаша ялтанах кăларса янă. Тут он, потрепав и погладив лошадь, взялся за оглоблю и стал помогать лошади. Тогда лошадь тронулась и пошла. Проехав некоторое расстояние, он дал эй отдохнуть. Таким образом (точнее: при помощи таких приемов), благодаря ему, они выехали в поле. Ib. 5. Çапла айкашша, пĕр айăпсăр çыннах айăплă тăваççĕ. Таким образом (точнее: так мудруя) они делают виновным совершенно невинного человека. Ib. 29°. Чăнах калаççĕ çав: ача-пăча ырра курсан ырă пулать, усала курсан усал пулать, тесе. Çав ачасем те ашшĕ çурри айкашнă пекех айкаша пуçланă. Правду товорят, что дети, если видят хорошее-то становятся хорошими, а если видят дурное, то дурными. Эти дети стали вести себя так же (дурно), как вел себя их отчим. Ялав. Анне мана: „Мĕшĕн апла айкашатăн?“ тесе ятлакаларĕ çав. А мать все-таки побранила меня за эти шалости. Н. Карм. Ан айкаш, не шали. Ст. Чек. Мĕн кунта айкашатăр? Что вы тут возитесь (возню завели)? Иногда также значит: „что вы тут безобразничаете?“, если, напр., парень непристойно хватает девку или возится с нею. Ib. Кĕçĕр çаксем çĕр-хута айкашса çӳрерĕç. Нынче они всю ночь проваландались (безуспешно, не сделали того, что хотели; в предосуд. смысле). Букв. I. 04. Çапла айкашни унăн пит илемлĕ, тĕлĕнмелле. Все живописно и великолепно в нем (лебеде; из соч. Аксакова).

авăр

(авы̆р), caulis, virga, стебель, прут. Сред. Юм. Пĕр авăр пăрçа. Один стебель гороха. Ib. Хăяр чечекки авăр çинче пõлать. Огуречные цветы бывают на стебле. Хăяр (кавăн) авра кайни. Огурцы (тыквы) пошли в стебель (или: растут в стебель, не принося плодов. Шорк.). Ку авăр çине çырла пит нумай. На этом стебле очень много ягод. Ib. Эпĕ тăват авăр хурлăхан касса илтĕм. Я срубил четыре стебля черной смородины. Календ. II. Пур авăртан та улма пĕр пек тухмасть. Не каждый куст дает одинаковое количество картофеля. Икково. Пĕр авăртан (или: пĕр кăкран) пилĕк омла тохрĕ. С одного куста картофеля получилось пять картофелин. Хирте. Пур тĕрлĕ тыррăн та икĕ пай: пĕр пайĕ çĕр айĕнче, вăл тымар; тепĕри çиелте, вăл аври, пуçахĕ, çулçи. Всякий хлебный злак состоит из двух частей: одной подземной — корня, другой — надземной, т. е. стебля, колоса и листьев. ЧП. Хурлăхан аври, прут, стебель емороднны. Икково. Хăмла çырли аври, прут, стебель маливы. Крат. раз. Тĕлĕкре манăн умра пĕр тĕм иçĕм-çырли ларать пек, вăл тĕмре виç авăр пек. Мне снилось, вот виноградная лоза предо мною, на лозе три ветви. ЧП. Лутра-ях-та шĕшкĕн аврн кĕске. У низенькой орешипы коротенький ствол. || Item manubrium, ansa. Также означает ручку, черен, рукоятку. Изамб. Т. Атман вăрăм авăр пулат. У наметки дливный черен. Пуртă аври, топорище; çĕçĕ аври, черен ножа; чăпăрккă аври, кнутовище; кĕреçе аври, черен лопаты; курка аври, ручка ковша. Якей. Шăппăр аврине такăш кăларса илнĕ. Кто-то вытащил из метлы черен. Ib. Шăппăра авăр лартрăм или: шăпвăр аври лартрăм. Я посадил метлу на черен. Ib. Çак шăппăра авăр лартас полать. Надо насадить эту метлу на черен. ЧП. Пуш аврилĕх йăвăç, arbor manubrio fiagelli conficiendo ap, дерево, годное на кнутовише. Якей. Пуш аврилăх йăвăç (пуж-аврилы̆х йы̆вы̆с’), id.

ак

i. q. v. tatar. аk, albus, candidus? От тат, аk, белый? Трехбл. † Ак машшина мамăк авăрлать; çамрăк пуçăм тĕрлĕ шухăшлать. Белая (?) машина прядет хлопчатую бумагу; в моей молодой головушке бродят разные думы. Здесь „ак“ не = вот.

тĕрен

(тэ̆рэн’, т’рэн’; Нюш-к., Череп. трэн’, extrita littera), vomer aratri, лемех сабана. Имен. Тĕрен икĕ тĕрлĕ пулат: пĕр хăлхалă, икĕ хăлхалă; пĕр хăлхали лашсене (i. q. лашасене) çăмăл; ăна иккĕпе, виççĕпе çăмăл çӳретеççĕ; иккĕлине ултă лаша е пиллĕк кирлĕ. Лемех бывает двух родов: однопёрый и двупёрый; с одноперым лемехом легче лошадям — с ним можно легко пахать и на двух и на трех, а для двуперого надо лошадей пять или шесть.

алă çавăрăнни

(алы̆ с̚’авы̆ры̆ννиы), status eius, qui a negotiis vacuus est aut ad aliquid otium habet, имение досуга для чего-либо, бытие досужным. Изамб. Т. Ул пура алă çавăрăначчен ларат. Этот сруб стоит до тех пор, пока не найдется свободное время (чтобы начать строить избу). Под. Шигали. 472°. † Çыранăн та хĕрри çырлалăх ларччăр халĕ аллăм ай çавăрниччен. На краю обрыва ягодные места: пусть зреют там ягоды, пока я не удосужусь (сорвать их). Ст. Чек. Пĕр тĕрлĕ алă çаврансан, тытăнăпăр-ха каскалама. Когда будет подосужнее, мы примемся плотничать. Ib. Кĕпене пĕр тĕрлĕ алă çаврăнсан çĕлĕн, халь, авăн çапма каяр-ха. Ты сошьешь рубаху, когда будет подосужнее, а теперь пойдем-ка молотить.

ал çитни

(ал с̚’ит’т’и), actus aut facultas aliquid manu attingendi; status eius, qui ad aliquam rem faciendam otium habet vel earn efficere potest. Доставание рукою до чего-либо; досуг или возможность сделать или достать что-либо. КС. Кармашрăм та, ал çитмерĕ. Я потянулся, но у меня рука не достала. С. Айб. † Куçăм курать, чун савать, аллăм çитмест, — мĕн тăвас? Я вижу ее глазами и люблю ее от души; но что мне делать, если я не могу взять ее за себя? Ср. Юм. Ал çитнĕ чõх çĕлесе парăп эп сана õ кĕпене. Я сошью тебе на досуге эту (упомянутую) рубашку. Ib. Ал çитнĕ чõхне тăвăп (ал çавăрннă чõхне). Сделаю на досуге. КАХ. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваç: хăшĕ е тăр-хĕлле тăваç, хăшĕ çăварнира туса иртереç, алă çитнисем авăнсем пĕтерсен кĕр-куннех туса иртерсе яраççĕ. Чӳклеме устраивается в разное время: у иных в средине зимы, у других на маслянице; те же, кто удосужится, справляют его еще осенью, после молотьбы. Изванк. Пирĕн, этем ывăлĕ-хĕрин, вăл ĕçе тума алă çитмест. У нас, людей, нет досуга (или: возможности) сделать это.

алăт

(алы̆т), fodere, рыть. Богатырево. Вара вăсем çĕр алăтма пуçларĕç, тет те, пĕр тулă пĕрчи тупрĕç, тет. Потом они стали рыть землю и нашли пшеничное зерно. Сказ. и пред. 27. † Тем тĕрлĕ те шыв юхать, тĕрлĕ çĕре алăтать. С силою течет вода, роя землю в разных местах.

Алпас кукри

(Албас кукϱиы), nom. prati cuiusdam (yлăx) haud procul a vico Сĕнчел praefecturae Tschistopoliensis, prov. Casanensis. Назван. луга (улăх), около с Сунчелеева, Мокшинской вол. Чистон. у. Алпас кукри. Унта йăвăççисем пит çулçăлă, темĕн тĕрлĕ лапсăртатса лараççĕ, çавăнпа Алпас кукри теççĕ. Албасов угол. Деревья, растущие там, с широкой увеей, покрыты обильною листвою и очень кудрявы, поэтому эта местность и получила такое название. [Обьяснение сомнительно].

анатри чăваш

(ч̚’ы̆ваш) ita appellantur Tschuvachi infernates, quorum regio inferius sita est, quam eorum, qui vocantur вир-ял, вире-ял (v. hanc v.). Низовые чуваши. См. вир-ял, хирти. Ягудар. Анатри чăвашсем пиртен хĕвел-тохăç енелле порнаççĕ. Низовые чуваши живут от нас на восток.
Петр Ив. Орлов, уроженец с. Орауш, Ядрин. у. Казан. губ., написал мне о различиях между отдельными группами чуваш следующее. „Анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсем тата вир-ялсем (хура урасем). Чăвашсем пирĕн виçĕ пая уйăрăлаççĕ: анатри чăвашсем, хиртисем, вир-ялсем. Вир-ялсем çăвар туллин, хыттăн калаçаççĕ. Вăсенĕн сăмахра сас-палли „у“ сахал. „У“ вырăнне вăсем ялан „о“-па калаçаççĕ: „кулать“ тиес вырăнне „колать“ теççĕ; „пек“ тиес вырăнне „пак“ теççĕ. Тум тумланнă тĕлтен вăсем пушшех, тата ытла паллах, уйрăм тăраççĕ. Вăсем шурă сăхман тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ. Çула тата арçыннисем (хăш-хăш вырăнта) пайтахăшĕ çӳллĕ тӳпеллĕ шĕлепке тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем çула шурă шупăр тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ; хĕлле шурă сăхман тăхăнса çӳреççĕ. Çăпатисем пĕчĕк пуçлă, пуçĕсене чĕрсе тунă çăпатасем пулаççĕ. Ури тунисене темĕн тăршшĕ тăлла чăркаса тукмак ура туса, çăпати кантăрисемпе чăркуççине çитичченех хитрен хĕреслесе чăркаса хăпараççĕ. Пирĕн патрисем вăсене „яка“ теççĕ. Чăнахах та вăсем яка çӳреме юратаççĕ. Çула пулсан вара, пасара тухсан, вир-ял хĕр-арăмĕ çинче пĕр тусан пĕрчи кураймăн: çăпатисенче, çăпати кантăрисенче пĕр сӳсленчĕк кураймăн: шăрçа пек яп-яка, çап-çутă; хăйсем шĕлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăйисемпе ялтăртаттарса, шанкăртаттарса йăлкăшса анчах çӳреççĕ. Пирĕн анатри (кал енчи) чăвашсем вăсене „Вир-ялăн какрашки арăм пулсан ланчашки,“ теççĕ; çăпати кантăрисем çинчен: „Вир-ялăн çăпати кантăри тăхăр хăлач,“ теççĕ; „вир-ялсем вăсем мухтанчăк, какрашка,“ теççĕ. Арăм пулсан вир-ялсем анатри чăваш арăмĕсем пекех пуçĕсем урлă пĕкĕ пек масмак хурса çӳреççĕ. Сурпанĕсем, ансăрскерсем, мăйра анчах яваланса çӳреççĕ. Хăш чухне масмакки пуçĕ çинчен каялла кайса ӳкет те, пирĕн вара ăна кулса: „Вир-ял арăмин лаши тăварăннă, пĕкки каялла кайса ӳкнĕ,“ теççĕ. Арăм пулса пĕр-икĕ ача тусан вара унăн какрашки-пĕкрешки лăштах тухса ӳкет: çӳçне-пуçне пуçтараймаçт, кĕпи-йĕмне таса тытаймаçть, час-часах кĕпи арки вĕçĕнче ача пăхĕ сап-саррăн курăнса çӳрет; пӳртне-çуртне те çавăн пекех тирпейлĕ тытаймасть — латти пĕтĕмпех пĕтет килĕнче, пĕр пасара анчах çиççĕ тухма пĕлет. Вăсенчен хĕвел тухăçĕ еннелле анатри (малти, мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Вăсем Атăлтан пуçласа Йĕпреçпе Шăхрана çитиччен кăнтăрланалла, вăр-ялсемпе хиртисем хушшинче, тăрăхла-кăна пĕр лаптăк пек çĕре йышăнса пурăнаççĕ. Çав лаптăкăн кăнтăрла енчи пуçĕнче кушлавăшсем те çак анатри чăвашсемпе хисепленеççĕ. Кушлавăш, Уравăш, Хир-пуç, Утар, Рунк чăвашĕсем, хăйсем, хĕр-арăмсем тумланнипе вир-ял та мар, хирти-анатри те мар. Вăсенĕн çывăхнерехри вир-ялсем вăсене кушлавăшсем теççĕ; катари Йетĕрне патĕнчи, Кăрмăш çинчи вир-ялсем вăсене анатри (мал енчи) чăвашсемпе хисеплеççĕ, çывăхарахри хиртисем кăшт урăхларах калаçнăшăн, хĕр-арăмĕсем урăх тĕрлĕрех тумланнăшăн виç-ялсем вырăнне хуçасшăн. Мĕн пур чăваша лайăх тĕплесе йĕрлесен темиçе пая та уйăрма пулать. Вĕт-шакпа чăвашсене темиçе пая уйăриччен эпĕ вăсене, мĕн пурне, виçĕ пая уйăратăп; çавăнпа Кушлавăш чăвашсене анатри чăвашсем çумне кайса хуратăп. Пĕтĕмпех анатри чăвашсем пек пулмасан та, тумланасса та калаçасса та вир-яалсем пек те мар, хиртисем пек те мар, çав анатри чăвашсем пекрех калаçса тумланаççĕ. Арçыннисем хура сăхман е кăвакрах сăхман тăхăнса, урисене шурă тăлла сырса çӳреççĕ; çула пуçĕсене е пĕчĕк çĕлĕк, е карттус тăхăнаççĕ. Çăпатисем вир-ялсен пек шăраçласа тунă вăрăм кантăраллă çăпатасем мар. Хĕр-арăмĕсем е пир тăлла сырса çӳреççĕ, е шурă çăм тăлларан (пасар тăллинчен) тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Кĕписем е чĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ. Юçĕсене тĕрлĕ тĕслĕ вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ. Урисене пир тăлла сырнă пулсан çăпати кантăрисемпе кăшт вир-ял манерлĕрех çӳлелле чĕркесе хăпараççĕ; шурă чăлха тăхăннă пулсан, çав чăлха çинчен тата тепĕр ура пакăлчакĕнчен иртекен хура чăлха пуçĕ тăхăнса, çăпати кантăрине пĕр çĕре чĕркесе, чăлхине антарса ăна атă хуçланчăкĕ пек туса çӳреççĕ. Арăм пулсан пуçне сурпан сырăнса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çӳреççĕ. Хĕрсем çула туя кайнă чухне пуçне тухья тăхăнаççĕ. Вир-ялсен тухья таврашĕ, сăрка таврашĕ çук. Ĕлĕк çав тухьясене, сăркасене пăраçниксенче (уявсенче) те тăхăннă та, халĕ туя кайнă чухне те пурте тăхăнмаççĕ. Сурпанĕсем те вăсенĕн, масмаккисем те, пуç-йĕпписем те вир-ялсен пек мар: сурпанĕсем вăрăмрах, сарлакарах; масмаккисем сарлака та кĕске, тĕррисем лешсенчен начартарах; пуç-йĕппи те кĕске те, тенкисене вир-ялсенни пекех нуммай çакса тултарман. Вир-ял арăмĕсен хăлхисем, ĕнси хыçĕсем курăнсах çӳреççĕ, пирĕн арăмсен вăсем курăнмаççĕ. Вăсем саланнă пуçĕсемпе хунешшĕсене те тата урăх ют çынсене те курăнсан аван мар теççĕ. Çаплах тата çара уранăн та вăсен куçне курăнмаççĕ. Çав йăлана лайăх тытса тăракан хĕр-арăмсенне упăшкинчен пуçне урăх арçынсем хайсем виличченех вăсен пуçне, урисене куримаççĕ. Арăмсем хăнана-мĕне кайнă чухне пуçĕсене пуçлă туттăр çыхса каяççĕ, ун çинчен кăримĕски çĕлĕк тăхăнаççĕ. Çула пулсан çав пуçлă туттăра е вырăс туттăри анчах çыхаççĕ. Вырăс туттăрине пуç тăррине анчах та çыхаççĕ тата майралла та çыхса çӳреççĕ; пуçлă туттăрне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: е тавăрса çыхаççĕ, е çыхса икĕ вĕçне тан туса çурăм çинелле усса яраççĕ. Вир-ялсен пуçлă туттăр çыхмаççĕ, яланах вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ е катам пиртен тунă вырăс туттăри пек тăватă кĕтеслĕ шурă туттăр çыхса çӳреççĕ. Вир-ялсем вăсем мĕн пурĕ те Кăрмăш уесĕнче, Чикме уесĕнче, Шупашкар уесĕнче, Петерне уесĕнче анчах пурăнаççĕ. Шупашкарпа Етĕрне уесĕнче те пĕтĕмпех вир-ял мар. Шупашкар уесĕнче вăсем хĕвеланăç енчи чиккинелле анчах пурăнаççĕ. Ытти (урăх) çĕрте анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Вир-ялсемпе анатри (малти) чăвашсен чикки акă çаплă: Анаш тиекен чикӳллĕ ялтан хĕвел анăçнелле, Шăхчасем-мĕнсем еннелле, вир-ялсем пурăнаççĕ, вăсенчен малалла анатри (мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Иккассисене хĕвел-анăçнелле хăварса Шупашкар уесĕпе Çĕрпӳ уесĕ тата Етĕрне уесĕ чиккисем пĕр çĕре пулнă çĕрелле пырсан, хĕллехи хĕвел-анăçнелле (сылтăмалла) вир-ялсем юлаççĕ, çулахи хĕвел тухăçнелле анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Патĕр-ялне (Богатырева) çитсен вăл ялта вир-ялсемпе анатри чăвашсем хутăшах пурăнаççĕ. Вăл ялтан вăсен чикки Пысăк Çавал урлă каçса Супарпа кайса Çĕрпӳпе Етĕрне чиккипе Çарпуçпе çитичченех: сылтăм енче вир-ялсем пурăнаççĕ, сулахай енче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Çарпуçĕнче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа вăсен чикки Етĕрне уесĕ çинерехрен икĕ уес чикки хĕррипе пырать: Кипекпе Туçи-Çармăса сылтăма хăварса, Етерне уесĕнче тăракан Сĕрелсене сулахая хăварса, Мăн Санар урлă каçса, Пĕчĕк Санара çитиччен сылтăмра вир-ял пулаççĕ, сулахайра анатрисем пулаççĕ. Çĕрпелĕнче анчах анатри чăвашсем вир-ялсемпе çывăх тăнипе халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех вир-ялсем пек тумлана пуçларĕç. Унтан малалла вĕсенен чикки Хир-пуçĕнчен Пĕчĕк Санар тăрăх Санар пуç патнелле хăпарса, Вăта-Çуна çырмипе рашча виттĕр тухса, Упнер урлă каçса, Сăр вăрман сăмсине тăрăнать. Çапла пынă чухне сылтăма юлакан ялсем: Çармăссем (Хурăнсур), Санар пуçĕ, Елменсем, Иртеменкассисем, Çĕн-ял-Хапăç, Кив-ял-Хапăссем, Упнер-Ханăссем пурте вир-ялсем пулаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕнчи сулахай енне юлакан чăвашсем, Уравăшпа Хир-пуç. Утарва Рунк тата мĕн пур Кушлавăш анатри чăвашсем çумăнче тăраççĕ. Çав Етĕрне уесин пĕр кĕтессинчи анатри чăвашсем çумăнче тăракан чăвашсем анатри чăвашсенчен кăшт урăхларах тата. Калаçассине те пĕр пекех калаçаççĕ, анчах хĕр-арăмĕсем урăхларах тумланаççĕ — çавăнтан кăшт уйрăмми пур. Чăн анатри (пайăрах анатри) чăвашсем сурпанпа пĕтĕм пуçне чĕркесе пĕр çуç пĕрки те катартмаççĕ, Кушлавашсем, Уравăш таврашсем, Сĕрелсем, Чарпуç таврашсем пуçне сурпанпа хыçалтан икĕ тăнлава çитиччен явалаççĕ те унтан çиелтен пуç-йĕппипе пустарса, йĕпписемпе масмака икĕ енчен чиксе хурса хытарса хураççĕ, çавăнпа сурпанĕ хыçалтан вир-ялсен пек ĕнсе çине кайса лармаçть. Çаван пек чăвашсем çав ялсем анчах мар; тата Çĕрпӳ уесин Ачча (Ачакасы) прихутĕнчи чăвашсем те пуçĕсене çав Кушлавăш, Уравăш, Сĕрел, Чарпуç чăвашĕсем пекек сырăнаççĕ. Ытти тум тумланас тĕлтен лешсем те кусем те пĕрехрехех, ытла пайăрах пĕр-пĕрне уйăрса тăракан япала çук; арçыннисем те хĕлле те çула та пĕр пекрехех тумланаççĕ. Анатри чăвашсенчен чукун çул урлă лерелле вара хирти чăвашсем пуçланса каяççĕ. Хиртисем тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Тетĕш уесĕнчĕ, Çĕрпӳ уесĕнче пурăнакансене калаççĕ. Хирти Тăвашсем анатри чăвашсенчен тумтир тĕлĕшĕнчен те калаçна тĕлĕшĕнтен те уйрăлаççĕ. Хиртисен арçынĕ-хĕр-арăмĕпех шурă çăм тăлларан тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Арçыннисем шурă кĕпе-йĕм пĕртте тăхăнмаççĕ: пурте хăйсен хĕр арăмĕсем тĕртсе тунă е кăвак улача е хĕрлĕ улача тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем пуçĕсене малти чăвашсем пек, пĕр çӳç пĕрчи кăтартмичченех, сурпан сырăнаççĕ те, анчах кĕпи-йĕмĕсем шурă мар. Каллех сурпанĕсем те анатри (малти) чăваш арăмĕсем пек мар, урăхларах, сарлакарах; сурпан, пуçĕсем тата хитререх пулаççĕ. Кĕписене, хăйсен улачисенчен тутар арăмĕсен кĕпи евĕрлĕрех, вырăссен сараппанĕсем евĕрлĕрех кĕпесем çĕлесе тăхăнаççĕ; аркисене, кĕпи умĕсене вăсем тутарсен пек темĕн тĕрлĕ пусмапа (пасар таварĕпе) тытса эрешлесе пĕтереççĕ. Пуçĕсене пуçлă туттăр çыхмаççĕ, пурте вырăс туттăрине майралла анчах çыхса çӳреççĕ. Çиялтан тăхăнакан тумтирсем анатрн чăвашсеннипе пĕрех: уйрăм-уççи çук. Тата хирти чăваш арăмĕсем анатри чăвашсемпе вир-ялсенчен акă мĕнпе уйăрăлаççĕ: хиртисен хĕр-арăмĕсем мĕн пур чăвашсем (арçынсем) тăхăнса çӳрекен йĕмех тăхăнса çӳреççĕ, вир-ялсен хĕр арăмĕсемпе анатри чăваш хĕр-арăмĕсем тăватă кантăраллă шурă йĕм тăхăнса çӳреççĕ. Вăл йĕм питĕ шалпар та, унтан кулса ăна пĕлекен хиртисем: „Вăсем кĕрептук тăхăнса çӳреççĕ,“ теççĕ. Икĕ малти кантăрисемпе хире-хирĕç каялла çыхса хураççĕ, икĕ хыçалти кантăрисемпе малтан çыхса хураççĕ. Тула тухас пулсан кайри кантăрисене анчах салтса тула тухаççĕ. Вир-ялсем анатри чăвашсемпе хиртисем çинчен, кулса: „Вăсенĕн урисене пушă аврипе çапсанах хуçăлмалла,“ теççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи (хирти) чăвашсем вир-ялсене „хура урасем“ теççĕ; тата Пăва уесĕнчисем хăшĕ-хăшĕ „виртисем, виреллисем“, теççĕ. Уфа (Йĕпхӳ) кĕпĕрнинчи, Самар кĕпĕрнинчи нуммайĕшĕ анатри чăвашсем патĕнчен куçса кайнă та, халĕ вăсем хирти чăвашсем пек калаçаççĕ. Кĕпи-йĕмĕсем хиртисенчен те урăхларах пулса вырăссен манерлĕ пулса кайнă. Вăл кĕпĕрнесенче чăвашсем пуррине ĕлĕкрех кунти чăвашсем пĕлмен те. Калаçнă тĕлтен те тата анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсен хушши уйрăмми пур: анатри чăвашсем „хăпар“ теççĕ, хиртисем „улăх“ теççĕ; анатрисем хиртисене: „вăсем çыпăçтарса калаçаççĕ,“ теççĕ, хиртисем анатрисене — „вăсем чĕлхе вĕççĕн калаçаççĕ: пулат темеççĕ, пулать, каять тесе калаçаççĕ“ теççĕ. Хиртисемпе анатри (малти, мал енчи) чăвашсенĕн чикки Йĕпреçрен (Ибреси) пуçласа Тĕрлемесе (Тюрлема) çитиччен чукун çул тăрăх пырать (приблизительно). Чукун çулăн сулахай енче анатри чăвашсем пулаççĕ, сылтăм енче хиртисем пурăнаççĕ. [Дальше пишет по-русски]. Такое разделение чуваш на анатри, хирти, и вир-ял имеют чуваши Ядринского, Чебоксарского и отчасти Цивильского уездов. Некоторые интеллигенты-чуваши, особенно чуваши Буинского уезда, такое разделение представляют иначе. Последние делят их на вăрмантисем, виреллисем и хиртисем, но при этом они не руководствуются строго наречием и разделением их по одеянию, которое относительно женщин дает повод строго разделять их на три группы, по вышеописанным приблизительным границам. При таком разделении чуваш не принимаются во внимание чуваши Самарской, Саратовской, Оренбургской, Уфимской, Тобольской и Томской гурерний.“ Перевод. Чуваши низовые, степные и вир-ял (верховые). Наши чуваши разделяются на три группы: на визовых, степных и вир-ял (верховых). Вир-ял говорят грубо, во весь рот. В словах они звук у употребляют мало, вместо звука у говорят на о; напр., вместо кулатьколать, а вместо пекпак. Что касается одежды, то они еще больше отличаются (разнятся) от других чуваш. Они носят белые кафтаны и черные онучи. Мужчины летом местами носят высокие шляпы с подхватом. Женщины летом носят кафтанчики из белого полотна, а зимою-белые кафтаны, и обуваются летом и зимою в черные онучи, при чем навертывают их так толсто, что ноги образуют из себя настоящие колотушки. Лапти у них с маленькими головками, которые отделываются более мелким плетеньем. Оборы очень длинны и красиво навертываются крест-на-крест до самых колен. Наши чуваши называют их франтами. Действительно, они любят одеваться. Когда вирьялка выйдет на базар, то на ней не увидишь ни пылинки; ни на лаптях, ни на оборах не найдешь ни мохра, ни задоринки: все гладко и блестит, как бусинка. Весело ходят оне, сверкая и позванивая своими шельдемами, сурпан çакки и ожерельями из крупных серебряных монет. Наши, т. е. низовые чуваши, говорят про них с насмешкой: „Вирьялка форсит только пока в девках, а выйдет замуж, так на нее срам посмотреть“. Над оборами тоже смеются и говорят, что оне длиною в девять сажен. Их считают хвальбишками и форсунами. Замужние женщины у вирьялов, как и у низовых, понерек головы носят масмак. Их узкие сурпан треплются вокруг шеи. Иногда масмак у них слезжает назад; об этом тоже отзываются с насмешкой, говоря: „У вирьялки распряглась лошадь — дуга свалалась назад“. После двух-трех родов у вирьялки пропадает весь форс: она ходит косматой, растрепанной, в грязной рубашке; часто можно заметить по краям подола желтые пятна от испражнений ребенка. Так же мало смотрит она и за чистотой в избе. (Прежний) форс появляется у нее только тогда, когда она собирается на базар. От них к востоку живут чуваши низовые (восточные, живущае к востоку) они живут между вирьялами и степными чувашами (хирти) и занимаюг продолговатую полосу, начиная от р. Волги и до станций Ибреса и Шихраны Московско-Казанск. железн. дороти. Чуваши, живущие на южном конце этой полосы и называемые кушлавăшсем (кошлоушинские), тоже входят в число низовых чуваш. Кошлоушинские, ораушинские, хириосинские, отарские и рунгинские чуваши, по одежде женщин, и не вир-ял, и не низовые, и не степные, а представляют из себя как-бы особую группу. Ближайшие вирьялы прямо называют их кошлоушинекими; вирьялы, живущие в отдаленности, около г. Ядрина или в Курмышском уезде, считают их низовыми чувашами, а ближайшие степные чуваша, из-за небольшой разницы в говоре и одежде женщин, склонны считать их вирьялами. Строго говоря, чуваш можно делить и на большее число групп. Не разбирая их по мелочам, я разделяю их на три группы; потому и кошлоушинских чуваш я причисляю к низовым (анатри). Хотя они не совсем похожи, как на вир-ял, так и на низовых (анатри), но в общем они, по говору и по одежде, гораздо ближе к низовым. Мужчины носят черные или сероватые кафтаны, обуваются в белые суконные онучи (покупаемые на базарах); летом ходят либо в фуражках, либо в маленьких шапочках. Лапти оляповатые, а не тщательно сплетенные и разукрашенные, как у вир-ял, и оборы не длинные. Женщины обуваются либо в портянки (нарочно для того сотканные), либо носят чулки, сшитые из белого же базарного сукна. Рубашки (верхнее платье) носят сшитые из белого холста и вышитые узорами, или же сшитые из пестряди, сотканной с синими и красными тонкими полосками по красному полю. Повязываются ситцевыми платками разного цвета. Если ноги обуты в портянки, то оне обертываюг их оборами немного похоже на вир-ял; а если ноги обуты в белые чулки, то поверх этих чулок из базарного сукна надевают еще черные носки домашней вязки; эти носки обертывают оборама не как вирьялы, а вплотную, и оборы лежат рядышком, у самой щаколотки; затем чулки спускают к носкам, и они образуют нечто похожее на складки сапог. Замужние женщины голову обертывают сурбаном и никогда не оставляют шею голою. Девушки, летом, когда едут на свадьбу, надевают тухья (особый головной убор девушек). У вирьялок ни тухья, ни сăрка (украшение из монет и бус, носимое девушками на груди и спине) не бывает. Раньше эти тухья и сăрка носили и в христианские праздничные дни и в свои языческие праздники, а теперь эти уборы надевают только на свадьбах, и то не все. У них сурпан, масмак и пуç-йĕпии (головные уборы женщин) не похожи на вирьяльские: сурпан длиннее и шире, а масмак — короче и шире, и узоры на нем похуже, чем у вирьялов; пуç-йĕппи (убор на задней части головы) короче, и серебряных монет на нем не навешано столько, сколько у вир-ял. У вирьялок всегда видны уши, шея и затылок, а у женщин анатри их не видно. Оне не показываются простоволосыми (ни деверьям), ни свекрам, ни чужим людям: это считается неприличным. Точно так же не показываются оне перед ними и босиком. Женщину, строго соблюдающую этот обряд, никто кроме мужа не увидит до самой ее смерти простоволосою или босою. Когда женщины едут в гости, то повязываются самоткаными платками и поверх платка надевают еще каракулевую или барашковую шапку. Летом оне повязываются лишь платками: либо самоткаными, лабо ситцевыми. Тот и другой повязывают двояким способом: ситцевым платком или повязываются поверх головы так, чтобы он обхватывал гоюву как татарская тюбетейка, или же повязываются им так же, как и русские женщины. Самотканые платки повязывают на подобие татарской чалмы (обхватив им голову и завязав его раз на затылке, оставшиеся концы завязывают спереди надо лбом, причем кониы платка торчат па голове в виде рогов), или же завязываюг этот самотканый платок на затылке, при чем длинные концы его закидываются назад и свободно висят на спине. У вирьялок этого самотканого (полотенцеобразного) платка нет, оне носят исключительно ситцевые платки, а также самотканые бумажные четырехугольные платки белого цвета, похожие на ситцевые. Вирьялы живут лишь в Казанской губернии, в уездах: Козмодемьянском. Чебоксарском и Ядринском, и в Курмышском уезде Симбирской губернии. В Чебоксарском и Ядринском уездах не все чуваши вирьялы. В Чебоксарском уезде они живут только вблизи западной границы, а в остальных местах этого уезда живут низовые чуваши. Граница между низовыми чувашами (анатри, мал енчи) и вир-ял приблизительно такая: от с. Абашева, Чебоксарского уезда, к западу, в сторону дер. Шăхча, живут вирьялы, а к востоку от этого села — низовые чуваши. Потом, если итти к тому месту, где сходятся границы Чебоксарского и Ядринского уездов (около села Богатырева), оставляя деревни 1-е и 2-е Икково к западу, то направо, к юго-западу, живут вирьялы, а налево, к северо востоку, живут низовые чуваши. Затем, в Богатыреве живут смешанно и вирьялы и низовые чуваши. От этого села граница между ними идет через реку Большой Ци(ы)виль, в дер. Супар (Субар), Ядринского уезда, а дальше, по границе Цивильского и Ядринского уездов, идет до с. Ямашева (Чарпуç). От Ямашева граница между этими двумя группоми вдается в Ядринский уезд и проходит между с. Малыми-Яушами и д Туçи-Çармăс с правой стороны и старыми и новыми Сурьялами (Сĕрьел) с левой, переходит через речку Большой Санар и приходит на речку Малый Санар. Таким образом, направо от этой линии остаются вирьялы, а налево — низовые чуваши. Только жители с. Янгорчина (находящегося на этой линии), так как они живут на очень близком расстоянии от вир-ял, в последнее время начали одеваться по-вирьяльски. Дальше эта же граница от деревни Хирпосей поднимается по наиравлению к дер. Санар-пось, по реке Малый Санар и по притоку ее Вăта-çуна, проходит через Корабельную рощу и р. Упнер (приток Мал. Цивиля) и упирается в угол Сурского леса (Кирского лесничества). Итак, деревни Хурăнсур-Çармăс, Альмени, Санар-поси, с. Артеменкино, Новое и Старое Абызово, Упнер и др., остающиеся направо, будут вирь-яльскими, а налево, начиная от Ямашева, деревни, находящиеся в пределах Ядринского уезда: Орауши, Хирпоси, Отары, Рунги и все Кошлоуши (несколько селений) считаются населенными низовыми чувашами. Вот эти чуваши, находящиеся в одном углу Ядринского уезда, хотя считаютея низовыми, но несколько от них отличаются. Говорят они так же, как и низовые, но женщины одеваются иначе — в этом и разница. Настоящие низовые женщины сурбаном обертывают всю голову, так что у них не видно ни одного волоска на голове, а эти (кошлоушинские, ораушинские и окружающих их селений, Сурьяльские, и Ямашевские) обвертывают голову сзади до висков, сзади же, вровень с верхними краями сурбана, накладывают пуç-йĕппи в двумя концами последней, оканчивающимися булавками, прикрепляют сурпан к масмак, который вдет через голову, от уха к уху, и завязан под подбородком. Вследствие такого прикрепления сурпан у них не сьезжает на шею, как у вирьялок. Такие чуваши есть еще рядом с ними, и в Цивильском уезде ими населен весь Ача-касинский (с. Татмышево) приход. Их женщины тоже одеваются так же, как кошлоушинские, ораушинские и ямашевские. Что касается верхней одежды (кафтанов, платков) и обуви, то в этом отношении особенного различия между кошлоушинскими и анатри нет. Мужчины летом и зимою одеваются там и здесь одинаково. За низовыми, по другую сторону железной дороги, идут селения степных чуваш. Степными чувашами называются чуваши Симбирской губернии, а также Тетюшского и Ци(ы)вильского уездов Казанской губ. Степные чуваши отличаются как по одежде, так и по говору их. Степные чуваши, мужчины и женщины, носят чулки, сшитые из белого сукна. Велых рубах из самотканого холста они совсем не носят, а носят пестрядь (улача). Женщины их, как и низовые чувашки, обвертывают сурбаном всю голову, но белого костюма (кроме сурпан) у них нет. Их сурбаны отличаются от низовых тем, что они у последних (низовых) бывают шире и концы их красивее. Рубашки (верхнее платье) шьются из своей пестряди на татарский или русский лад: оне отчасти похожи и на татарские платья, а отчасти и на русские сарафаны; грудь и подол рубахи отделывают ситцами разного цвета, по татарской моде. Оне не повязываются самоткаными домашними полотенцеобразными платками, но все без исключения носят ситцевые платки. Верхняя же одежда у них одинакова с ниаовыми. Только женщины степных чуваш от низовых и вир-ял резко отличаются еще тем, что первые (хирти) носят те же портки, какие носят и мужчины. Женщины у вир-ял и у низовых носят портки с четырьмя гачниками (произн.: гашниками). Эти портки очень просторны в верхней части, и потому низовые чуваши, знающие это, смеются над ними и говорят: „Оне носят хребтуг“. Два передние гачника завязывают, обведя их по бокам, сзади, а два задних, также обведя их с двух сторон, завязывают концами спереди. Для отправления естественных нужд (praeter concubitum) развязывают задние гачники, завязанные спереди. Вирьялы смеются над низовыми и степными чувашами и говорят, что их ноги можно переломить одним ударом кнутовища (потому что оне очень тонки), а степные чуваши в свою очередь смеются над вирьялами, называя их черноногими. Многие чуваши Уфимской и Самарской губерний переселились от низовых, но теперь говорят как степные. Платье у них иное, чем у степных, и очень похоже на русское. Раньше многие из здешних чуваш даже и не знали, что там тоже живут чуваши. Разница в говоре низовых и степных чуваш заключается в том, что низовые говорят хăпар (поднимись), а степные улăх (поднимись). Низовые говорят о степных, что те говорят ясно, отчетливо, Степные чуваши говорят, о низовых, что они (анатри) „говорят кончиком языка“, т. е. букву „т“ произносят на конце слов мягко, напр.: пулать, каять и т. п., а надо будто-бы „пулат, каят“ и т. д. Приблизительная граница между низовыми и степными чувашами идет по линии Московско-Казанской железной дороги, от ст. Ибреси до ст. Тюрлема. По правую сторону от полотна железной дороги (к востоку) живут степньте чуваши, а по левую (к западу) — низовые. [Автор этой статьи написал ее не на чисто родном говоре, а на языке, довольно близком к книжному].

аппалан

(аппалан), in re futili et frivola occupatum esse; laborare; operam frustra conterere, saxum sarrire. Заниматься пустяками; возиться (валандаться) над чем-либо; утруждать себя чем-либо, иногда неважным. Может быть, произведено от слова „аппа“ таким же образом, как мы это видим в словах: анналанса çӳрет, майккаланса çӳрет (ведет себя как Анна, как Марья). Чирич-к. Цив. Çапла аппаланса вара каç та пулать. Таким образом в этом валанданьи (проходит день и наступает) вечер. СТИК. Ан аппаланса тăр ĕнтĕ, часрах кил. Нечего заниматься пустяками, иди сюда скорее! Якей. Çав кĕт ĕçпех аппаланса кон иртерч. С таким пустяковым (= небольшим) делом провозился весь день. Ib. Çырмара чол кăларма хăтланса виçĕ кон аппалантăмăр. Вытаскивая камень, мы провозились в овраге три дня. Ib. Тем чол аппалансан та, эс ним те тăвас çок. Сколько ты ни провозишься, а все-таки ничего не сделаешь. Ib. Вăл осал ача-пăчапа аппаланас килмеçт. Не хочется возиться (тратить время) с этими негодными детьми. Беседа чув. 6. Кирлĕ-хирлĕмарпа аппаланман. Пустыми делами (пустяками, чем не надо) он не занимался. Аттик. Çапах вĕсем хăйсем, авал киремете пуççапса пурăннă çынсем пек, тĕрлĕ япаласене чӳклесе, пуççапса аппаланса пурăнаççĕ. Однако они, подобно старинным поклонникам киремети, занимаются пустяками, покдоняясь и принося жертвы различным божествам (или: духам). Н. Карм. Мĕн аппаланса ларатăн? Что ты сидишь и занимаешься ерундой? ЧС. Атте лупас айĕнче вилнĕ лаша патĕнче темĕн аппаланса тăрат. Отец что-то возится под сăраем около павшей лошади. Шурм., № 26. Каллах кăмака умĕнче апплана пуçларĕ. (Она) опять стала (над чем-то) возиться у печки, т. е. что-то делать, напр. стряпать. Изамб. Т. Мĕн эсир шыв хĕрринче аппаланатăр? Что это вы возитесь (т. е. делаете) на берегу? или: чем это вы занимаетесь на берегу? Сред. Юм. Аппаланас пõлать ĕнтĕ, мĕн тăвас тен! Что делать, приходится (или: придется) возиться с этим делом! т. е. заняться им. Орау. Нумайччен аппаланса тăтăм шывра. Долго возился я в воде. Çĕн-Кипек. Çапла аппалансан-аппалансан вăпăрĕ уйăхне çитсе тытать те: „Сана çырăм ĕнтĕ“, тит вара. Провозившись таким образом некоторое время, „вăпăр“ настигает и схватывает месяц, и говорит: „Ну, теперь я тебя съел“. (Игра).

ар

(ар), vir, мужчина. ЧП. Ӳсрĕм-ӳсрĕм, ар пултам. Рос я, рос, и стал мужчиною. ЧП. Пиелĕхри ачасем те ар пулĕç. И дети, теперь лежащие в пеленках, сделаются взрослыми мужчинами. † Çитмен çĕре çитет-çке ар пуçĕсем. Куда только не занесет судьба мужчину! Ст. Дув. † Ай-хай пĕлĕт юхать, пĕлĕт юхать, ар пуçĕнчи çавра çĕлĕк (scr. пĕлĕт) пек. Плывет облако, похожее на круглую шапку на голове мужчины. Сятра-Марга. † Ачине шорă ан калăр: хĕрпе выртать — хĕрелет, хĕрне хора ан кăлăр: арпа выртсан саралать. Не говорите, что жених бледен: полежит с девушкой и станет румяным; не говорите, что невеста черновата: полежит с мужчиной и станет белою („русою“, т. е. поправится телом). Альш. † Тĕрлĕ нуша курать иккен ар пуçĕ! Многое приходится переносить мужчине! Т. VI. 8. Ут туртайми урпа, ар çĕклейми хăмла. Ячмень, которого не свезти лошади, и хмель, которого не поднять мужчине (т. е. обильный). БАБ. Ар çĕкленми хăмла, ут туртайми урпа. Тюрлем. Ар çинчи кантăр çĕрмес. Конопля, находящаяся на мужчине, не гниет. Эта пословица, по обьяснению чувашина, ее сообщившего, означает, что за сделанное мужчине зло будет от него отместка, расплата. Ту же пословицу встречаем и в рукописях. Собран. 100°. Ар çинчи кантăр çĕрмест, теççĕ. N. Ар çинчи кантăра çĕрмес, тет. Буин. Ар çинчи çăпата кантри çĕрмес, теççĕ. Говорят, что на мужчине конопля (или: верёвка, или: оборка лаптя) не сгниет. Чăвйпур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. Ар çинчи кантăра нихăçан та çĕрмест. Обида, нанесенная другому, никогда не пройдет даром: веревка, находящаяся на мужчине (т. е. удар ею?) не сгниет никогда. Этими словами оканчивается рассказ об одном чувашине, который обижал и эксплоатировал своих односельчан. Самый рассказ озаглавлен так: „Çынна епле тăвăн, ху та çавна курăн“. Буин. Ар епле, йыш çапла. Каков глава семьи, такова и его семья. (Послов.). N. † Ай, мăнтарăн ар пуçĕ! йĕрсе çӳрет, мул тупать. Ах, несчастный мужчина (т. е. несчастные мужчины)! с горькими слезами приобретает он себе добро! (т. е. достаток, необходимый для жизни). Орау. Ар пултăв вĕт, мур! санăн уссăна хăçан курмалла тата? Ведь ты уж стал мужчиной, скотина („мор“)! Когда же еще от тебя польза то будет? N. † Кунтан эпир тухса кайсассăн алăри ачăрсем ар пулĕç. Когда мы уйдем отсюда, ваши маленькие дети выростут мужами. || Maritus. Также означает мужа (супруга). Т.-И.-Шем. † Арăмсенĕн шухлăхне арĕ чарсан илемлĕ. Хорошо, если муж удерживает (излишнюю) бойкость своей жены. N. Вăл качча кайса çичĕ ара çитнĕ. Она побывала за семью мужьями. Ырă ăслă хĕр хăй валли ар тупать. Хорошая умная девушка найдет себе мужа. СПВВ. Х. Арсăр пурăнăç — туратсăр йывăç. Жизнь без мужа — дерево без ветвей. (Послов) N. Ар хыççăн арлан шăтăкне кĕнĕ, тет; ача-пăча хыççăн кăмака айне кĕнĕ, тет. Если во всем следовать за мужем, то придется влезть в нору хомяка; если во всем следовать за детьми, то придется залезть в подпечек. (Послов.). Çĕн-Кипек. Арпа арăм тăпкă пурăннипе нимĕн те çитмеçт. Ничто не может сравниться с мирною жизнью супругов.

ар-пир

(арбир), daemon maius, daemones mali, нечистый дух, нечистые духи. СПВВ. И. А. Ар-пир. „Эй турă! тĕрлĕ ар-пиртен хăтар пире, сирсе яр пирĕн патран!“ После чего написано по-русски: „Всякая нечистота“. Смысл след.: (Обьяснение слова) ар-пир. Боже! избавь нас от всякой нечистоты, отстрани ее от нас!“ СПВВ. Х. Вăрманта ар-пир-мĕн лекрĕ пулĕ. Вероятно, пристала какая-нибудь нечисть в лесу. В последнем примере я понимаю „ар-пир“ в смысле болезни, причиненной каким-либо злым духом; в первом — в значении злых духов вообще. Возможно, что чувашин обьясняя значение этого слова, не нашел выражения для вполне точного перевода и употребил русское нечистота в смысле нечисти, как русские называют вообще нечистых духов. У татаро-чуваш Цив. у. ӓр-бiр означает вещь, подобно каз.-тат. ӓjõįр (срав. каз.-тат. ӓр-бiр, каждый, из ӓр, перс. [Араб сăмахĕ], каждый, и бįр, один); у них же ӓрбiр өрөнган, поразила какая-то нечисть. V. лăп-лап.

каярахпа

попозже. Изамб. Т. Çуркунне каярахпа пур тĕрлĕ чечексем ӳссе çитеççĕ. N. Тырă хакĕ ӳснĕрен ӳссе пынă; каярахпа нихăçан пулман хака çитнĕ. КС. Унтан каярахпа акнă калчасем пит аван шăтса туххăрĕçĕ. Янтик. Эсĕ кай-ха, эпĕ каярахпа пырăп. Ты ступай, а я приду попозже.

камрăçлăх

искажение, вм. çамрăклăх? Сунт. Эх эс, çамрăклăх... Эх, ăссăр камрăçлăх!... Çав тĕрлĕ кĕске пек туйăнтăн.

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

карман

карман. К.-Кушки, Сред. Юм., Пухтел. Изамб. Т. Хĕрарăмсен чĕрçитти çумĕнче карман пулат, унта тĕрлĕ япала хураççĕ. Ib. Хĕрарăмсем чĕрçитти çумне мункун валли юри тунă карманĕнчен çăмарта пачĕçĕ. Тюрл. Сăкман карманĕ, кĕрĕк карманĕ, йĕм карманĕ. Собр. Карман тĕпĕнче укçа виçĕ пус та пулсан çӳретмесессĕн, укçаран татăлать, теççĕ. К.-Кушки. Кармана чиксе çӳрекен сехет. || Бумажник для денег (обыкнов. для кредиток). Абыз. || Кошелек для денег. Чертаг. Карман = окçа хотаççи (сăрантан). Аттик. Карманта мул тытма пар. (Моленье). В. Олг. † Пичин карман виç хутлă. Виç хут карман пошанчĕ, пичи арăм тоянчĕ. Шибач. Карман кăларчĕ те, вунтăват тенкĕ чăваш аллине хучĕ. ЧП. Кармана кĕми укçаччĕ. || Часть женского наряда. Микушк. Карман çакаççĕ. || В перен. смысле: cunnus. Курм. † Туй арăмин туй карман, Ваçль’ арăмин шуç кармав.

картла

делать зарубку, метки, набор (на сапогах) и т. п. N. Пĕчĕк ачасем, иртен тапратса каçчен, урамра вылляса, пĕчĕк пĕвесем (запруды) картласа çӳреççĕ. Ст. Чек. Пĕрмине картласа тунă (с набором) атă. Череп. Картлама панă. Отдал набирать (сапоги). Сред. Юм. Такам сĕтел хĕрне пĕтĕмпех картласа тохнă. Орау. Çула суха-пуçпе картласа пĕтернĕ (дорога перепахана). СТИК. Куклĕ-пашалу хĕррисене картласа тух-ха! (пальцами). Шел. 76. Юпасене картласа, йĕпсе тăхăнтараççĕ. || Загораживать, запружать. Курм. Эпĕ çула пĕчĕкçĕ çырмасенче пĕвесем картла-картла çӳреттĕм. Якейк. Çыр (чит. с’ир) йăтăнса анса, шăва пĕтĕмпех картласа, каплантарса лартрĕ. Кан. Хĕвелтухăç енчи урама кĕтесси çурăлса анса, картласа лартнă. Кайсар. Çула картланă. Дорогу перекопали канавой (но: çула çатанпа пӳлнĕ). Орау. Унта вăрмана кĕнĕ çĕре çула картласа хунă (дорога загорожена), унтан ямаççĕ ĕнтĕ. || Делать складчатые украшения из материи? Микушк. Чĕрçитти (çичĕ рет арки вĕçĕ, хĕррине картласа тухнă). || Стать поперек, враждовать. Б. Олг. Хоралтă потасси! Пăçланман! вилмен! Поти-ка мана паян картларĕ, чарчĕ, тет. || В перен. см. N. Çак хулана пур тĕрлĕ усал картланинчен хăтарса, канăçлăхпа лăпкă самана пар. Б. Олг. Хоралтă потасси! Пăçланман! Вилмен! Поти-ккă мана паян картларĕ, чарчĕ (стал поперек)! тет. Сĕт-к. Картлакан пор онăн. У него есть покровитель.

карччин

(карц’ц’ин), картина. Турх. Пит хăрушшăн пăлханса тĕрлĕ карччин тăваççĕ (облака).

каслă

с полосами. Кан. Сăнĕ кăна тĕслĕ, çийĕ каслă-каслă... тĕрлĕ йывăç курăк ешерет мĕн чул.

катерт

убрать, устранять, передвинуть. СПВВ. N. Аллуна ман патăмран катерт. Убери от меня руку твою. || Придвинуть, немножко подвинуть. Б. Крышки. || Спровадить, «сплавить», вынудить уйти, выгнать. В. Крышки. Кан. Эсĕ макаçăнри таварсене катерт. Салагаево. Çапах ăна тĕрлĕ майпа катертсе кăларса ячĕ. Все-таки он его разными способами выгнал. || N. Асăннă кăлтăксене катертсен (если устранить недочеты), шкулăн ĕçĕсем малала кайĕччĕç, тетĕп.

кашкăр шăлĕ

кашкăр шăл, неправильно выросший зуб. К.-Кушки. Янтик. Кашкăр шăль тесе, тьыхасен çамрăк чуне тухакан урăх тĕрлĕ шăла калаççĕ. У шăл тьыхана çиме чарат, теççĕ, çавăнпа ăна ӳкерттереççĕ.

кипĕл чĕлхи

назв. наговора. М. Васильев. Кипĕл чĕлхи пĕлекен çил-тăвăл кăларма, тĕрлĕ сас илтĕнтерме полтарать.

киревсĕр

негодный, злой, упрямый, неприступный. СПВВ. МС. Ку киревсĕр выльăха мĕн туртса уçран? Урож. год. Тĕрлĕ путăк-шăтăка, ним киревсĕр сăртсене картасемпе çавăрар, йывăç лартса тултарар. N. Киревсĕр (бранные слова) калаçма вĕреннĕ çын ĕмĕрне те йĕркене кĕреймест. ППТ. Киревсĕр çапмаççĕ. См. питти. СТИК. Киревсĕр, капризный, своенравный. Сред. Юм. Киревсĕр тесе, пит йĕрекен, йăпатса та чарăнман ачана (капризника) калаççĕ. N. Киревсĕр (негодный) ача-пăчашăн: йышлă пулччăр, тесе, ан хапăлла (не желай), йĕркесĕр ывăлу-хĕрӳшĕн ан савăн. Собр. Кунне кун çук, киревсĕре вилĕм çук, теççĕ. (Послов.). N. Куç хыçĕнче тути-çăварне ейсе виртлĕ сана, эсĕ каланă сăмахна пăсса, киревсĕрĕ кăларĕ («в словах твоих откроет соблазн»). || В наречн. знач. СТИК. Сăмаха килмен (непослушный) çăмăлкка ачасене, хĕрсене ытла киревсĕр хăтланать-ĕçке, курас килмест, теççĕ. || Брань. Торпк. Киревсĕр!

киреметсене ту

приносить жертвы киреметям. Чхейп. Унта (тогда) юмăç тĕрлĕ киреметсене тума каласа янă (обьяснял им, что надо принести жертвы разным киреметям).

кирлĕ

(кирл’э̆, к’ирл’э̆ Пшкрт: кєрлэ̆), нужный; нужно, надо, надобно. С. Дув. † Парă лашана пушă кирлĕ мар. Чаду-к. Сана мĕн кирлĕ? Что тебе надо? Изванк. Мĕн кирлĕ пек япаласене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерсен... Курм. † Ĕçрĕмĕр те çирăмар, тата пире мĕн кирлĕ? Регули 552. Мĕн кирлине шпах парать. Варан. 122. Кирлине кура çынсем тĕрлĕ йывăç касаççĕ. Ib. 22. Ку япала мĕне кирлĕ? Нимĕне юрăхсăрĕ-çке вăл. Изамб. Т. Ул пасара кайса, мункуна мĕн кирлине пурне те илсе килеççĕ. Яндобы. Кашкăр калать: кирлĕ кунта кирлĕ пулăп, тет. N. Унăн (калекĕн, у лопаточки) вĕçĕ шĕвĕр, икĕ енĕ те çĕçĕ пек çивĕчĕ пулма кирлĕ! Яргуньк. Кирлĕ вăхăтра кирлĕ пулăп! (Сказка). Ib. Улма кама кирлĕ, улма! (Крик продавца). Букв. 1902. Çав кирлĕ сана! Так тебе и надо! (т. е. ты это заслужил). Баран. 103. Кирлĕрех пек туйăнсан, йывăç тавра тислĕк хурса тухаççĕ. Альш. Аван: çитнĕ пурте, кирли çук (нет недостатка ни в чем). Ib. Кирлĕ тĕлте калăпăр. В надлежащем месте мы скажем (и об этом). ПВЧ. 100. Çăл-куç шуне (= шывне) çĕклеме, витри çутă, ай, кирлĕ мар. (Замеч. оборот, где вм. определения поставлено адвербиальное выражение). Четырлы. Çĕр укçасăр кирлĕ, вăрман йӳн кирлĕ. Букв. 1904. Е тата кирлишĕн пуянсене кĕрĕшсе хутран-ситрен лава каять. Юрк. Унта çыру пĕлни кирлĕ мар. Шемшер. † Пӳртем вĕçĕнчи сăрлă йопи, кирлĕ марччĕ сăрлама; ах, атте те, ах, анне, кирлĕ марччĕ çоратма! Ст. Чек. Улма кирлĕ мар-и? — Улма-и-ха кунта! (Не до яблоков!). Сред. Юм. Пирти çилсемпе пылчăкра çӳреме ним те кирлĕ мар ĕнтĕ (нет ничего хуже). N. Вăл кирлĕ марпа хăтланмаçть. Он не занимается дурными делами. Виçĕ пус. 34. Çĕртме туни усă нумай панă пирки, ăнă кирлех темелле ĕнтĕ. Ib. Шăтса ӳсекен япаласене ӳсме питĕ кирли тепĕри — фосфăр. Çĕнтерчĕ 70. Кирлĕ мартан килтĕн-и-ха? Ib. 42. Кирлĕмаррипе ан хăтлан, старик! Ан пуççап мана. В. С. Разум. КЧП. Веччĕрте мĕн-мĕн каламарĕç, мĕн кирлине пурне те!

кирлĕ-кирлĕ мар

неподходящий, бесполезный, пустой. СВТ. Кирлĕ-кирлĕ мар апат-çимĕç парса çитерме юрамасть. N. Выльăхсене нихăçан та кирлĕ-кирлĕ маршăн (из-за пустяка) ан хĕнĕр. Ст. Чек. Ухмаха ернĕ çын çапкаланать, çынна çулăхат, кирлĕ кирлĕ мар сăмах калаçать. N. Чăвашсен хушшинче кирлĕ-кирлĕ мар йăласем нумай. Сборн. по мед. Вĕсене тĕрлĕ кирлĕ-кирлĕ мар япала çитере пуçлаççĕ.

ку тĕрлĕ

такой, tantus. N. Ку тĕрлĕ çĕр тенкĕлĕх ĕçе ĕçлерĕмĕр, çур витре эрех пар, терĕç. || Столь. N. Эпир пит сахаллăн-çке, епле ку тĕрлĕ вăйлă çарпа хирĕç тăрса вăрçăпăр?

кук-тĕрлĕ

пестрый, как кукушка. Орау. Кук-тĕрлĕ — с белыми пестринками, пестрый как кукушка. V. S.

куккук-утти

назв. растения? Абыз. Куккук уттине ларакан чăх айне лартсан, чĕпписем куккук пек тĕрлĕ пулат, тет.

кун

кон (кун, кон), день. Б. 13. Пĕр-кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çăкăр ил, теççĕ. Хурамал. Кунтан кун ырри пар, çĕртен çĕр ырри пар. Пшкрт: ыр ҕон п̚олды̆р! (Говорят при входе в дом). Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ куна сăрук пар (дай три дня сроку), тесе, каларĕ, тет. Шугур. Ватман кун та иртмесчĕ. Не проходило дня, чтобы не били. Ивановка. Вара уччиттĕл ман ята ыйтса çырчĕ те, çав кунех (в этот же день) молебĕн тунă çĕре пыма хушса, тухса кайрĕ. Чист. Праçник виç кун тесен (за три дня до п.), хатĕрленме тытăнаççĕ. СПВВ. Тепĕр кунчех (вместо «тепĕр кунах»); тепĕр кунче, тепĕр кун, тепĕр кунхине. Ib. Çапла туман кун иртмен. N. Хăш кун хăш-хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат: юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр, тет. Холера 2. Пĕрре касса пилĕк кун иртсен. Через 5 дней после первой прививки. Ала 9З°. Икĕ кун иртсессĕн, виçĕ кун çине кайсассăн, çавă кайранхи ама çори амăшин хĕрĕ пĕр татăк çăкăр ыттисем куриччен (тайком от других) панă. Моркар. Тата пĕр виç кон тапак пураккинче осранă полсан, Есрелĕ вилеччĕ, паян кон та пĕр çын вилмесчĕ. Собр. Юнкун, эрнекун, шамăткун — çăмăл кун, теççĕ. Якейк. Çоха тума, утă çолма тыр вырма тунтикон е йонкон тохаççĕ; ытти консам тохсах каймаççĕ. Кĕтӳ те тунтиконпа йонкон кăлараççĕ. Регули 1207. Ик кон иртсен, кил. Приходи через 2 дня. Альш. † Уйăх тури (= турĕ-и), кун (солнце?) тури, саланас кун тин тури. Саланас кун тăвиччен, пухăнас кун тăвас-мĕн. Пазух. Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Скотолеч. 12. Ăна (это) кунне виççĕ (трижды) памалла. N. 9 кон вăрçă тăрчă, 9 коншăнче нимĕч кайăлла чакрĕ. N. Покрав кон (-к̚он) киле çитрĕм. Орау. Пĕр кун урлă, пĕр кун урлă (через день) киче-киле каятьчĕ. Ib. Виç кунтан (через каждые три дня) хурал тăраççĕ. Менча Ч. Пĕр-пĕр пушă кунĕ, е праçник кунĕ (в свободное время, или в праздник). ЧС. Çав кун (при погребении) пит ăшăччĕ, çавăнпа пирĕн аттене (умершего); аван çын, терĕç. Кун усал пулсан: усал çын вилнĕ пулĕ, теççĕ. Ib. Сĕрен кунĕ ачасем ирех хатĕрленеççĕ. Кан. Июнĕн 12-мĕш кунĕсенелле (приблизительно около 12 июня) хăмла пахчисене симĕс хурт ерчĕ. N. Уяр кунсам ероплансам кураппăр. N. Вăрмана кайсан, кашни кунах куратпăр эпĕр ăна. К.-Кушки. Вăл вилес кун ыран тесен, Чĕмпĕре тухса кайрăм. Я выехал накануне его смерти в Симбирск. ЧС . Вара вăл куна кунĕпех ĕçсе çирĕç. N. Пĕр кунтан тепĕр куна хăварса ан пыр. Не откладывай дела в долгий ящик. Карсун. Эпĕ ялта пурăннă чухне, хир ӳчӳкĕ тепĕр кунĕ тесен (накануне полевого моленья), мана асанне каларĕ... В. Олг. При входе в дом (в будни обыкн.) говорят: «Манăн килес, ыр кон полтар!» Отвечают: «Килех конталла, торă полăштăр! Юрк. Çăв уйăхийĕн пилĕккĕш хунĕнче (5-го мая). N. Çапла вăл ана çинче ирхи куна каçчен пуçтарса çӳренĕ (колосья). N. Пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе макăр уншăн (об умершем). Юрк. Авă çав тĕпне пирĕн чăвашсем çак куна çитернĕ. Ib. Хĕлле кун таврăнат, çула çĕр. N. Вăл ĕç пулни ĕнтĕ паян виççĕмĕш кун. Регули 391. Ик контан холара полăп. Орау. Кунĕсем пăрмаях вăрăмланса пыраççĕ. N. † Атте-анне пире тупман пулсан, ăçтачĕ пире çутă кун. Ашшĕ-амăшне. Ак калаç ĕнтĕ пĕр иртсе кайнă япала çинчен. Иртнĕ кунăн çутти çук. Пазух. Вăрăмах ĕмĕре, кĕске куна, ырлăхпа иртерсе ярар-и? Ст. Яха-к. Çынсем мункун тепĕр кунне те ĕлĕкхи кун (накануне) пекех, ирех килĕнче апатсем çикаласан, пĕлĕштантăшĕсемпе пухăнса сăра ĕçме пуçлаççĕ. N. Пасар контанпа (со дня базара). Çутт. 153. Систермесĕр, тăхтамасăр иртрĕç карĕç çу кунсем, йăвăçсенĕн пĕр чăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулçисем. Кан. Ах, те кунĕ килĕшмерĕ! — Характеристику дней недели см. Магн. М. 23, 21. || Погода. N. Кун (çанталăк) ăшăтса карĕ, кун сивĕтсе карĕ. Хурамал. Тĕлĕкре пулă курсан, кун сивĕтет, теççĕ. Юрк. Хĕвел хĕрелсе тухсан, кун пăсăлат. Сред. Юм. Ко яхăнта пĕр те латлă кон полмарĕ. На этих днях хорошей погоды всё не было. Ib. Акнă чохне кон килĕшнĕ. (Пĕр тĕрлĕ тыр ытти çынсĕн аван полсан, пĕрин начар полсан, çапла калаççĕ). Изамб. Т. Эпир тухнă чухне кун аванччĕ. Эпир Елчĕк патне çитерехпе тăман туха пуçларĕ. Ib. Кун ларат. Погода проясняется. N. Эх, паян кун лайăх-çке! N. Ма каяс мар вăрмана, çурхи кунта савăнма? Орау. Çакăн пек кун эпĕр ĕлĕк çичĕ хут шыва кĕнĕ. || В некот. установившихся выражениях афф. З л. в этом сл. опускается: раштав кон, в д. рожд..; мăнкон кон, в первый д. п. || Время. N. Паян анчах мар, кун пур халь! Алла кĕрĕн (попадешься в руки) хăçан-та-пулсан! N. Эсĕ пулăшнипе çакă куна çитиччен аван пурăнтăм. N. † Çаранлăха çул хыврăм çулахи кун çӳреме. N. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. Б. Олг. † Тавай каяс, киле каяс, ирхи кона каç турăмăр (= уже вечер) Тим-к. Çак ачан кĕтӳ пăхнă чух нимпе те кун иртермелле мар, тет (скучал, не зная, как провести время). N. Кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп (когда нибудь и я пригожусь), тесе, калат, тет. || Жизнь, течение жизни. Т. IV. Эрнекун вилнĕ çынна: кунĕ пĕтсе вилнĕ, теççĕ. Изамб. Т. Кунĕ пĕтнĕ пуль çав. БАБ. Усалшăн та кун иртет, ырăшăн та иртет. N. Ыр кон корас. Альш. Çĕмĕрт пиçсен вара кун (наступает веселое житье) Елшелсен. СПВВ. Х. Çамрăк кунтан кун малалла, ватă кунтан кун каялла. (Послов.). N. † Аттĕ панче ырлăх нăмай, кун сахал. Ск. и пред. 5. Каях, каях, йӳтетмĕш, курăн-çке ху кунна! Ст. Чек. Унăн кунĕ те кунта-кăна. 1. Единственно только здесь может он жить. 2. Он только здесь и бывает. (Слово «кунĕ» употреблено здесь в смысле «жизнь»). Ст. Ганьк. Ыр кун пар, ырă çул пар. N. Пӳлĕх суса панă кун пĕтмесен, уйрăлаймăп, тăван, эп сиртен. || Счастье. N. † И, ялăмăр, ялăмăр, ялта пирĕн кунăмăр. Эпир ялтан тухса кайсан, ăçта ырă курăпăр? (Солд. п ). Альш. † Атте анне пиллĕх çитсессĕн, турăпа пӳлĕх пире кун парĕ. || Участь. Судьба. Мошков. † Пире атте-анне çуратнă ăрăскалсем пĕтнĕ вăхăтра, çавăнпалан çак кунсене куратпăр. Ib. † Эпир пĕр каятпăр пит аякка, пирĕн кунсем туртат килелле. N. Эпĕ ырă кон корас çок. N. Çакă куна (горе еtс) курассăн туйăниастьчĕ. Баран. 122. Çапах та çак куна куракан йывăç сахал. Однако лишь немногие деревья подвергаются этой участи.

кура-тăркач

видя. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 13 сл. Этем йăх. йеп. пуç. кай. 13. Анчах чылай ăслăлăхçăсем кура-тăркач вилекен этеме; ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнать, тенипе килĕшмен, вĕсем: çын нӳрлĕ тăпраран е шывран пулнă, тенине маларах хунă. N. Эпир те çав тĕрлĕ аван йăлана кура-тăркачах урăх йăлана тытса пурăнмастпăр, тенĕ. N. Эсир, кура-тăркачах, кайран та пулин ăна ĕненсе ӳкĕнмерĕр.

курăн

(куры̆н), видеться, показываться, появляться; казаться. N. Инкек куçа курăнса килмес, тесе, ахаль каламан ваттисем. Чхейп. Хĕвел курăнмасăр тăнă вырăнта та вăрлăх ӳксен: е тырă, е урах ытти тĕрлĕ шăтакан япала (растение), çавах шăтса тухат. Орау. Унăн куçне курăнмасăр çуреттĕм. Я старался не показываться ему на глаза. N. Йытă курăнми анса каять (пошла на дно). Городище. Виççĕ мана пиллĕк пек (только так!) курăнчĕ (или: туйăнчĕ). Тройка (отметка) показалась мне пятеркой. Ск. и пред. 18. Тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнать. Ib. ЗЗ. Пырса курăнтăр анчах (пусть только покажется), пирĕн ун валли кучченеç виçĕм çулхиех пур-ха! Синерь. Вара пачăшкă курăнмичченех кайнă. Янорс. Атте мана каларĕ: çав тĕме çинчен Шупашкар курнать, терĕ. Ib. Вара эпир тĕме çине улăхса çитсен, Шупашкар курăнса карĕ. Ib. Унтан вара пĕр вăрман курнах карĕ. Юрк. Каччине хăне куçа-куçăн курăнса калама (невесте) мел килсен... Кумарка. Тата аслă шывсем пĕчĕк шывсем юхса кĕнипе тулса каяççĕ те, пĕр енчен пăхсан, тепĕр енчи те курăнайми пулаççĕ. Альш. Инçе çула хĕр кайсан, килни-кайни курăнмас (не видно чтобы она приезжала?). Дик. леб. 35. Тинĕс вĕçĕ-хĕрри курăнми сарăлса выртать. Истор. Çынсем, пĕренесем, чулсем, пăхса курăнми çӳле ыткăнса кайса, каялла пере-пере аннă (при взрыве). Альш. Курăнми-курăни кайсассăн, ик аллăна сĕлт те, савăнса юл [когда мы (я) почти исчезнем (-ну) из глаз]. Регули 1247. Инчерен шорăн (белым) корăнчĕ; утăн (лошадью) корнать; чĕреллĕ (заботливым) корнать. Ib. 331. Çав вырăнтан корнаканччĕ. Ib. З29. Хола пирĕн патран корнакан (т. е. его видно). Ib. ЗЗ2. Çав пӳрте çĕмĕрсен, корнакан полĕ. Орау. Асăрхаман та, пĕр чӳречерен çутă курнах карĕ (показался свет). Якейк. Эп чукун çолпа пынă чох йăвăç хошшисампа хăй çутисам корна-корна пычĕç. || Иметь вид. N. Уçăмсем кăçал мĕнле курăнаççĕ? || Чувствовать, замечать. N. Хĕр ăна каланă: эсĕ мана хăвăн кăмăлна килнĕ пек курăнатăн-и? тенĕ.

курманскер

З ф. отриц. прич. наст.-прош. вр. Янорс. Мана нихçан та курманскер, питĕ пусăкăн туйăнса карĕ. Истор. Ачасенĕн амăшĕсем, унччен ачисене апла парса (в ученье) курманскерсем, çаваншăн темĕн тĕрлĕ макăрнă.

ӳк

(ӳк, ӳк), падать, пасть; упасть, свалиться; впасть, выпасть. Орау. Кайнă чухне чӳречесене хупса хăварăр, тата унта-кунта астуса тухăр, вут ӳксе юлнă ан пултăр (чтобы где-либо не осталось упавшего огня). Сред. Юм. Ӳке парсан (если вдруг упадешь), пуçна çȏрса пăрахан вит! Изамб. Т. Кăна ӳкеччен хĕнес тесе, çынсене чĕнсе пухнă. Собрали народ, чтобы избить его до полусмерти («до упаду»). N. † Ой (хир) варинчи тӳрĕ çăка, кассан ӳке памĕши? К.-Кушки. Санăн тăватă шăлччĕ; малтан ӳсĕрсен, икĕ шăлă ӳкрĕ; тепре ӳсĕрсен, тата иккĕш ӳкрĕç. У тебя было четыре зуба; ты выкашлянула сначала два, а потом остальные два. Регули 1449. Ӳктĕр, тесе, ятăм. Я выпустил его, чтобы он упал. Орау. Ӳксе, сăмсине çĕмĕрнĕ. Упал и разбил себе нос. О землед. Кăчуне тата хăш-хăш çынсем навуса анасем çине хĕлле е кĕркунне, юр ӳкиччен (до снега), тăкаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ; уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. [Сивĕ пăх (чит. пŏх), т. е. блистание снега]. Юрк. † Кĕмĕл черкке пулăтăм, атте аллинчен ӳкмĕтĕм. Ау 13°. Урмак-маки: ӳкем, тенĕ çĕртен (приготовившись упасть), тепĕр йывăçран ярса тытрĕ (ухватился), тет. Т. VII. Хайхисем пыллă сăрана, ӳсĕрĕлсе, ураран ӳкичченех ĕçнĕ, тет (напились до того, что свалились с ног). Хорачка. Вăлсаня ĕçтерес-çитерес полат ӳкиччен. || О снеге, отблеске и пр. Альш. Миххайла праçникĕ таврашĕнче юр ӳкет ӳкнĕ çул. Около Михайлова дня в иной год выпадает снег. Хыпар № 39, 1906. Каçпала тĕрлĕ енче пĕлĕт çине вут çуттисем ӳкеççĕ. По вечерам в разных местах виднеется зарево. || О всякого рода случайностях. Богдашк. † Тантăш тухса кайрĕ те, хуйхă ӳкрĕ пуç çине. Подруга вышла замуж, и мне пришлось горевать. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (пала на сердце дума о доме). Чăв. й. пур. Пуç(а) ӳксен, пушмак. Если случится нужда, то (сошьешь) и башмаки. (Послов.). || О растениях на корню, повалившихся в одну сторону. Нюш-к. Пăрçа хăмăлĕ ӳксен, когда стебель гороха повалится на зеклю. КС. Тырă ӳксе пулнă (= лайăх). Хлеб уродился замечательно хорошо. || Слететь. Юрк. † Хурпа кăвакал калаçаççĕ: патшанăн аслă кӳлне ӳкес, теççĕ. Гусь с уткой совещаются о том, чтобы слететь на царское озеро. || Спадать. О сохр. здор. 42. Чĕрнесем ӳкеççĕ. Ногти спадают. Чув. календ. 1907. Çак хĕрелсе тухнă япала (сыпь) 2—3 кунран çухалать. Ун хыççăн ӳт тирĕ хăпаланса ӳке пуçлать (после этого кожа начинает шелушиться). || Впадать (в горе). Жит. св. Январь. Вăл турă çине шаннипе нихăçан та хуйха ӳкмен (не падал духом), яланах савăнăçлă сăнпа тăрса, турра мухтанă. Псалт. 142,4. Чунăм хуйха ӳкрĕ. || Угодить (попасть). N. Вăрăм-вăрăм чăрăшсем вăрман хыçне кайс' ӳкнĕ; вăйя тухман аппасем каччă хыçне кас' ӳкнĕ (угодили к парням). Хыпар № 4, 1906. Эсĕ тĕне кĕмен чăвашсене каласа ăнлантар: вĕсем тутар ултавне ан ӳкчĕр. Истор. Вăл пит аслă ӳкĕ святой çын пулĕ. Альш. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç чухрах çĕре ӳкеçке (= ӳкет-çке). Чем люди живы. Епле вара эсĕ çул çине пырса ӳкрĕн? тет Матрӳни. Как же ты угодил прямо на дорогу? ― говорит Матрена. Сир. 15. Вăйлă çынпа ан хирĕç, хăçан-та-пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултăр. Орл. II, 248°. Пичĕшĕ патĕнче туй ӳкĕ, шăлнĕ патĕнче çĕр выртĕ. (Кăвар). У старшего брата поезжане (во время свадьбы) попируют, а у младшего — заночуют. Панклеи. Пырсан: таста сăмах ӳкĕ, тесе (ирех полчĕ те), хăвасам тохиччен, айăкра лартăм (чтобы не было лишних разговоров). || Добраться. N. † Атьăрах та чупар-ха, чупар-ха, кĕпер çине ӳкер-ха, ӳкер-ха! Кĕпер çинче мĕн пур? тет, мĕн пур? тет. || Выпасть случаю. N. Тухса кайма май ӳкнĕ, илекене йӳн ӳкнĕ. Выпал случай выйти замуж самокруткой, а жениху — дешевка. || Нападать. А. П. Прокоп. † Çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ (хищн. птица) ӳкеччĕ. Юрк. † Ахванеç чикрĕ пуçне стайккана — виççĕн харăслатса ӳкремĕр, виççĕн виçĕ çĕклем вутă йăтрăмăр, улахăн (scr. улăхăн) кăмакине хутрăмăр, Ахванеçе унта чикрĕмĕр, пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр. Афанасий сунул голову в кадку, а мы, все три (девицы), сразу накинулись на него (здесь пропуск?). Потом мы, втроем, принесли три ноши дров, затопили печку, сунули туда Афанасья и быстро умертвили его. Чув. календ. 1904. Хăш чухне пахча çимĕçĕсем çине пыйтă-пăрçа ӳкет. Иногда на огородные растения нападают разные вредные насекомые. || Возникать. Альш. † Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. Богдашк. || Ай, тăванăмсем, тантăшăмсем, эпир ĕлĕк чухне пурăнни тĕлĕкрех ӳкеет-ĕçке куç умне. || Переходить (на чью-либо сторону). Юрк. Вĕсем вырăссем енне кайса ӳкмен пулсан... Если бы они не перешли на сторону русских... К.-Кушки. Вĕсен енне кайса ӳкнĕ. Перешел на их сторону, стал действовать с ними заодно. || Отпечататься, отразиться, быть написану. N. Манăн статья хаçат çине начар ӳкрĕ. Моя статья в газете отпечаталась очень неясно, слепо. Духовн. паст. Çавă пичетсемпе ăвăс çине пичет пуссассăн, пичет паллисем пĕр-пĕринчен уйрăм ӳкеççĕ-и? Б. Хирлепы. † Хусана карăм ят пама, ят парса та ят ӳкмер. || Составлять, равняться (о мере). N. † Атте килĕ улăх пак, утмăл чалăш вăл ӳкет (равняется 60 саж.); утмăл утăм утсассăн, пирĕн аттене юрăн-ха (угодишь нашему отцу, т. е. твоему свекру). || Обходиться (в смысле стоимости). Хыпар № 30, 1906. Пĕр пăт сахăр савăт хуçисене 1 тенкĕ те 60 пуса яхăн ӳкет. Пуд сахару обходится самому сахарозаводчику около одного рубля 60 коп. N. Мĕн хака ӳкессине... Во что обойдется... N. Вĕсем ăна ултă тенкĕ анчах ӳкнĕ. Они обошлись ему всего в 6 руб. Хыпар № 46, 1906. Ăна укçа пит хакла ӳкет. Деньги обходятся ему очень дорого, т. е. он затрачивает для добывания их много труда. || Приходиться (безл.). К.-Кушки. Мана вутă тултма ӳкрĕ. Мне пришлось носить дрова. N. Колач пĕçерме ӳкрĕ. Пришлось печь калачи. || Лишаться. Псалт. 48,15. Вĕсем чаплăхĕсенчен ӳкĕç. || Окончиться. Орау. Ака ӳкнĕ = ака пĕтнĕ. IЬ. Çĕртме ӳксен, пĕр-ик эрнерен ута каяççĕ. Недели через две по окончании пара выходят на сенокос. IЬ. Ака ӳксен, пирĕн касу кăлараççĕ. По окончании яровой пашни у нас выгоняют на пастьбу табун. || Падать в цене, дешеветь. В. Олг. Паян çăмарта ӳкет-и? (хăпарат-и). Падают ли (поднимаются-ли) сегодня в цене яйца? Шибач. Эреке ӳксе-и? Подешевело ли вино? КС. Тырă хакĕ ӳкнĕ. Цена на хлеб упала. || Уступать (в цене), делать уступку. Юрк. Эпир унтан кая пĕрте ӳкместĕпĕр. Мы больше ничего не уступим. Изамб. Т. Ӳк, ӳк пăртак. Уступи немного. Хурамал. Пилĕк тенкĕ ыйтрĕ те, пĕр тенкине ӳкрĕ (уступил рубль), тăват тенкĕ пачĕ. || Начинать(-ся), приниматься. Трхбл. † Çулаях та тăрăх анам пур, хăш йăранĕнчеп ӳксе вырам-ши? В. Ив. Вĕсем ку ĕçе çуркунне, ăшăта пуçласанах, тытăнса, кĕркунне, сивĕ ӳкеччен (до наступления холодов), ĕçлеççĕ. Сред. Юм. Çав ана çине вырма тин пырса ӳкрĕç, тавна темĕн чол вырса пăрахрĕç. Только что начали жать, а уже выжали много. Якейк. Леш аная пĕтерсе, çотри ани çине кайса ӳкрĕмĕр (начали жать загон на пригорке). К.-Кушки. Кăнтăрлана иккĕмĕш ана çине ӳкрĕмĕр. Кумпек (= кун пек) вырсан, тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр. Орау. Санара-пуçăн анана сухаласа пĕтерсе, шĕвĕр çине ӳкрĕмĕр эпĕр кăнтăрлаччен. || Приводить к каким-либо результатам. Жит. св. Апрель. Вара Сисиний, хăй ӳкĕтлени ним вырăна та ӳкменнине курса, вĕсене çунтарса ямалла сут тунă. || Сбиваться (о масле). Якейк. Паян уçласа ăвăнтăм, çу ним туса та ӳкмеçт: те пĕçертсе ятăм (вĕри шывпала), те сив шу кирлĕ. || Заболеть, слечь. О сохр. здор. Çак çын чĕрĕличченех, ӳнăн чирĕпех çав килте тепĕр çын ӳкет. Никит. Анчах нумаях та пулман, çак Петр Михайлов халсăр пулса та ӳкнĕ. НТЧ. Элекка пĕр кун çӳрет, икĕ кун çӳрет, тет, хайхи ураран та ӳкрĕ, тет. || Пасть (умереть, о животном). См. пăч-пач. Ст. Чек. Лашисем ӳкрĕç. Их лошади пали. Истор. Вăл лаши ӳкнĕ, тет те, тарçисем ăна хула тулашне кăларса пăрахнă, тет. Сборн. по медиц. Сибир чирĕпе хăш-хăш çĕрте выльăх час-часах ӳкет, хăш çĕрте сайра ӳкет. || Сред. Юм. Пирн хыçа ӳксе вырăр. (Говорят артели, если загон не широк, когда велят начать жать сзади и по направлению к говорящему). || Вспомогательный глагол (см. «Оп. иссл. чув. синт.» II, стр. 57). Шел. 100. Хăш тĕлтен вĕçсе ӳкрĕн-ши кунта? Б. Яныши. Çак тилĕ мĕн пур пуллисене йăлтах çĕрелле пăрахса пĕтерчĕ, тет те, хăй те тухса ӳксе юлчĕ (выпала), тет. Юрк. † Сире курсан, сиксе ӳкрĕм (спрыгнул) çав сарайран сӳлĕ пусмаран. Актай. Кунăн арăмĕ сывлăшпа хăй ăшнеле туртать, тет те, лашасем ун ăшне пурса (= пырса) ӳкеççĕ, тет. Его жена вдохнула в себя воздух, и вместе с воздухом втянула в себя и лошадей. N. Ĕнер каçпа ку чулсем çук-чĕ-çке, ăçтан килсе ӳкнĕ вĕсем? тенĕ. Юрк. Тăрсан-тăрсан (вут), урамăн тепĕр енне те кайса ӳкет. Через некоторое время пожар перекинулся и на другую сторону улицы. Альш. Чупать, чупать те, аран çитсе ӳкет (добегает) пĕр çын тĕлне. N. Эпир хĕпĕртесе ӳкрĕмĕр. Мы очень обрадовались. N. Савăнсах ан ӳк. Не очень радуйся. Хыпар № 31—2, 1906. Çакна илтсен, земский пĕтĕмпех хыпаланса ӳкнĕ. (затомашился). Толст. Хир сысни хăй çине сиксе ӳксе (накинулась), вилмеллех хырăмне çурса пăрахре, тет. Мар. Егип. Арăм кĕл-туса тăнă вăхăтра, Зосима пĕтĕмпе хăраса ӳкнĕ (перепугался). N. Вара халăх хăраса, сехĕрленсе ӳкнĕ (перепугался). Хыпар № 35, 1906. Çавăнпа правительствопа çĕр нумай тытакан улпутсем хăраса ӳкрĕç. Букв. I ч. 1904. Ку улпут пек манăн пĕр сехет анчах пурăнса пăхасчĕ: кĕрсе ӳксеттĕм вара ырă пурăнăçа! тет (ну и зажил бы я тогда!) Чăв. й. пур. 22. Хăй те вырăнтан тухса ӳкнĕ. И сам лишился места. Якейк. † Çăлтăр виттĕр çол корнать, эпĕр каяс çол корнать; хăçан çитсе ӳкем-ши? (доберусь). N. Çавăрнса пăхрăм та, Матьви киле парать, аран тарса ӳкрĕм (едва удрал). Истор. Изяслав хăй те Киеве аран тарса ӳкнĕ (убежал, т. е. добрался до самого Киева). М. Чолл. Аран тарса ӳкрĕмĕр пĕр çырмана. Едва успели добежать до оврага. N. Катăлса ӳк, отломиться и отпасть; татăлса ӳк, оторваться и отпасть; çĕмĕрĕлсе ӳк, разбиться и упасть. Сред. Юм. Татса ӳксе выраççĕ. (Загон не широкий, а жнущих много, поэтому начинают жать в разных местах загона, т. е. один с одного конца, другие с середины, а третьи ближе к другому концу).

ӳнер

(ӳн'эр), искусство: ремесло, промысел (перс.) И. С. Степ. Ӳнер. N. Ку пурнăçра лайăх усă кӳрекен тимĕр çула, парпа çӳрекен кимме... çын пурнăçне лайăхлантаракан ытти ӳнерсене те кĕсем кăларнă. Шел. II, 33. Тĕрлĕ-тĕрлĕ ӳнерсем часах хăват илĕçĕ, тĕрлĕ-мĕрлĕ майсемпе пурлăх тума пĕлĕçĕ.

ӳстерттер

понуд. ф. от ӳстер. ПМП. Эй турă, çанталăк эсĕ хушнипеле улшăнать. Ырăлăхлă çумăр çутарса пар пире, пирĕн валли тырă-пулă, тĕрлĕ çимĕç çителĕхлĕ ӳстерттер.

ӳт-тум

опечатка вм. ут-тум. Шел. II. 23. Ӳт тумĕсем, шăмăсем, тĕрлĕ кайăк йăхĕсем.

ăйăх тат

не спать, vigilare. Изванк. Эпир çак тĕрлĕ ăйăх татса, саншăн тăрăшатпăр. Мы ради тебя стараемся, ночей не спим. N. Ăйăха татрĕç, тесем, паян? Так ты говоришь, что у тебя сегодня прервали сон?

ăн

(ы̆н), удаваться, хорошо уродиться. Изамб. Т. Ăнса пулнă купăста пуçĕ. Хороший вилок капусты. СПВВ. БМ. Ăнать = ӳнет = ĕнет ― идет хорошо, ладится, спорится. Юрк. Ĕçĕ çапла ăнманинне курсан, ку, Митук, тытăнат тепĕр тĕрлĕ шухăшлама. Увидев, что дело не ладится (что ему не везет), Дмитрий начинает строить другие планы. Ст. Чек. Вырма тухнă кун малтанах ăнман çынна хирĕç пусан, алă касассине пĕлтерет; кассан, час тӳрленмест, тет. Собр. 39°. Сутă тума кайнă чух пушă витре курсан, сутă ăнмасть, теççĕ. Если встретишь (женщину) с пустыми ведрами, когда будешь отправляться на торговлю, то не будет удачи в торговле. Юрк. Ĕçĕмĕр ăнтăр. Пусть будет удача в нашем деле. IЬ. Ăнмасан, ик-виç сутка та йӳççе ларат. Если не удастся, то киснет 2—3 сутки. Учите детей. Ача ăнасси, ăнмасси хамăртан нумай килет. Удача или неудача в детях много зависит от нас самих. Упа 702. Алăк патĕнче вырăн ăнсассăн, тĕпелелле ан ирт, теççĕ. Если место у двери будет удачным, то, говорят, не нужно проходить в передний угол. (Послов.). Учите детей. Ăннă ача ашшĕ-амĕшшен чăнах та пысăк ырăлăх. Для родителей хороший («удавшийся») ребенок действительно большое добро. Сред. Юм. Пит ăнса полнă, тесе, тыр лайăх, вăйлă, пĕрчĕллĕ полсан, калаççĕ (когда хлеб хорошо уродится). Чув. Кален. 1911. Çавăнпа, ир аксан, тырă ăнса пуласса ĕмĕтленме пулать. Поэтому можно надеяться, что рано посеянный хлеб хорошо уродится. Чув. календ. 1910. Ялти çавăн пек лавккасем нумайĕшĕ прикащик ăнманнипе малалла каяймаççĕ. Многие из таких деревенских лавок из-за неудачного (выбора) приказчика, не могут торговать успешно. Ст. Шаймурз. Çулпа пынă чух умран кушак каçса кайсан, çул ăнмасть, тет. Если перебежит дорогу кошка, то не будет удачи в дороге. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ килнĕ çын ăнмасан (придет дурной человек), выльăх пымас, тет (не будет удачи в отношении скота). Истор. 51. Вăл та пулин ăнмарĕ, пăрахса кайрĕ. И тот оказался неудачным — бросил и ушел. Календ. 1903. Ĕçекен çыннăн ачисем ăнмаççĕ. У пьяницы не удаются дети (т. е. бывают больные). || Сред. Юм. Ачапча ăнмас ȏн. У него дети не живут.

ăншăрт

(ы̆нжы̆рт), порча, постигающая человека вследствие чьей-либо ссоры. СПВВ. КЕ. Ăншăрт, хаяр çын вăрçсассăн, тепĕрне çантах темĕскер лекет, ăна: ăншăрт ӳкнĕ, теççĕ. То же знач. и в Сред. Юм. Н. Карм. Çынпа вăрççассăн лекет, теççĕ ăна. Çынпа вăрççан, кайран çын чирлесессĕн: çын ăншăрчĕ лекнĕ, теççĕ. Вара вĕтĕ икерчĕсем тăваççĕ те, чирленĕ çыннăн пуçĕ тавра çавăра-çавăра, сăмахсем калаççĕ: çавăн ăншăрчĕ тухтăр, унăн ăншăрчĕ тухтăр, теççĕ. Унтан вара, хире кайса, лартаççĕ. Нюш-к. Çынсем вăрçнине курсан, сурса иртсе кайма хушнă ваттисем; сурса иртсе каймасан, ăншăрт ӳкет, теççĕ. [Ăншăрт ӳксен, чĕрне çине шурă (пятнышки) тухать]. Ст. Ганьк. Килти ăншăрт пусан та, тул ăншăрчĕ, (мир) халăх ăншăрчĕ, пуху ăншăрчĕ, арăм ăншăрчĕ, хĕр ăншăрчĕ, арçын ăншăрчĕ, ача-пăча ăншăрчĕ ― çилпе килсен, çилпе кай; çулпа килсен, çулпа кай; ан тавлаш, ан хирĕç, таврăн. Н. Седяк. Ăншăрт çынсем вăрçнине курса хăранăран пулать, теççĕ. Кăмакана кумкка тăвар пăрахаççĕ: вăл унтан шартлатса сирпĕнсе пĕтет; тĕпренчĕксене пухса, шыв çине ярса ирĕлтерсе, шывĕпе алăк хăлăпсем, сак хăмине çуса ĕçтереççĕ. Макка 235. Унтан тата ăншăрт тăваççĕ, ăншăрта ак мĕншĕн тăваççĕ: кам-та-пусан пĕр-пĕр çын вăрçнă çĕрте тăрсан, çавăнтан кайран е пĕр-пĕр япала ыратсан, е ăш-мĕн е пуç ыратат-и, хуть те мĕн ыратсан та, вара: ăншăрт ӳкнĕ, тесе, ăншăрт тăваççĕ. — Ăншăрта ăна ак çапла тăваççĕ: пĕр начар путеке илеççĕ те, çыран хĕрне кайса, çунтарса яраççĕ; çавнах тата тепĕр тĕрлĕ ак çапла тăваççĕ: çăнăх илсе, вĕçтерсе яраççĕ те, унтан вара: чире вĕçтерсе ятăмăр, теççĕ. Магн. М. 142. Ăншăрт (хаяр). . Ăншăрт ӳкни. Альш. Ăншăртран вĕрес. Заговорить болезнь ăншăрт. Упа 656°. Хĕрĕх те пĕр чул çине хăçан ăншăрт ӳкет, çавăн чухне тин ӳктĕр. М. В. Шевле. Ăншăрт — болезнь. Жертв. кн. Ăншăртъ (sic!) Ашшĕ така (вар. Ăншăрт Ашшĕне така). У ăншăрт есть и мать. IЬ. Аншарт сирен (чит. ăншăрт сирен). || «Ожесточенный.» Полтава 221. Ăншăрт çынпа тĕл-пулсан, пĕрле куç-çуль юхтарать (с ожесточенным слезы льет). || Бранное выражение, что-то в роде русского «чорт». М. Яльч. Чертаг. Ăншăрт пак çиленсе çӳрет. Ходит и злится как ăншăрт. Ст. Чек. Ăншăрт: 1) что-то йӳçĕ; йӳçĕ япала; 2) ăншăрт, тесе, çынна калаççĕ: тискер, хаяр çын пулат, тискерĕн пăхат. Ăншăрт пек пăхат.

ăс

(ŏс, ы̆с), ум, разум; ум-разум, рассудок. N. Акă пирĕн хушшăмăрта тĕслĕрен халăх пур, тĕрлĕ ăс пур, тĕрлĕ чĕлхе пур. Вот среди нас есть разный народ, разный ум, разный язык. Собр. Ăс çук та, ĕç пулсассăн ― ĕç çук, теççĕ. (Послов.). Нет ума, поэтому нет и дела. IЬ. Çук ĕнтĕ, урăх эрех пулмас, ăна ăс вĕрентекен пур (его кто-то учит уму-разуму). Альш. Эсĕ ăсран тухнă ахăр, тенĕ. Должно быть, ты сошел с ума. СТИК. Ăс çитеймес çав. Не хватает ума. (Говорят человеку, не сумевшему сделать что-нибудь руками). Изамб. Т. Сана та ăс кĕмерĕ иккен. Авланнă пулсан, пĕр-ик ача ашшĕ пулнă пулăттăн. Не набрался, оказывается, и ты ума. Если бы ты был женат, то ты был бы отцом двух-трех детей. Собр. 343. † Пирĕн пек çамрăк ачасем пурăнакиле ăс илет. Ала 96. Ку ачана кăшт ăс кĕре пуçланă: мĕлле пурăнас ку хĕле? тет. Этот парень начал приходить в ум: как, говорит, провести эту зиму? Орау. Нимĕч вăл ăспа пурнакан çын, ал-хапăлтах мĕн курнă, ун хыççăн каймаçть. Немцы — люди рассудка, и ничем не увлекаются. Кильд. Хайхи вара ăс вĕренте пуçларĕ, тет (начал учить уму-разуму). Б. 13. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то деревенские старики не будут бранить. С. Тимоф. † Çĕнĕрен килнĕ çын, тесе, çунан вута ан чикĕр: ман ăс кĕске, чăтас çук. Из-за того, что я новый человек, не толкайте меня в пылающий огонь: у меня ум короток, я не вытерплю. (Слова молодушки). Полтава 11. Ăсран тухнă ват этем. Старый человек, выживший из ума. Кратк. расск. Иосиф тĕрмере, хĕн пурăнăçра, шăп ӳссе çитĕнсе, пысăк çын ăсĕ кĕричченех ларнă. Ч.С. Санăн ăсу ватăлнăçĕмĕн пĕтсе пырать-мĕн, терĕç. Они сказали: «Ты, чем старше, тем глупее». Юрк. Ăсĕ пур чух, еще будучи в здравом уме и твердой памяти. Юрк. Шухăшласан, ăсăм çитми пулчĕ. (От долгой думы) в голове не хватает способности мыслить. Псалт. 30,23. Эпĕ ăсăм кайнă вăхăтра каларăм. IЬ. Лаша пек, ашак пек ан пулăр, вĕсен ăсĕсем çук. N. Нумай вĕренни ăсран ярать сана. Долгое учение сводит тебя с ума (лишает разума). А. П. Прокоп. † Ăсăмăр ухмах. У нас глупый разум. Юрк. Эсир мĕшĕн апла çырса янине, пăртак ăсĕ пулсан, хăех пĕлĕ, теççĕ, кулса. «Если есть у него немного сообразительности, то он сам поймет, почему вы так написали», говорят они, смеясь. Якейк. Воник салтакăн пĕр качакан чохлĕ ăс çок, теççĕ. У двенадцати солдат, говорят, нет ума столько, сколько у одного козла. Юрк. Калаçса ларнă ушкăнта пĕр чăваш пит ăспа калаçса ларнă. Вăл çапла пит ăспа калаçнинчен итлесе лараканнисем, ыттисем, пĕтĕмпе тĕлĕнсе тăнă. Среди беседующего общества один чувашин разговаривал очень умно. Слушатели изумлялись его умным речам. Богдашк. † Икĕ савнă тусăм пур, пĕрин ăсĕ кĕскерех; пĕри кайсан, тепри пур. Есть у меня два милых друга, но у одного из них ум коротковат. Если один уйдет, то останется другой. Псалт. 48,4. Чĕремпе шухăшласа пĕлни ăса вĕрентĕ. Юрк. Ача-пăча ăсĕ. Сред. Юм. Ăсне ĕçет, ум пропивает. IЬ. Ĕçесси ĕçтĕрчĕ хоть те, ăсне ан ĕçтĕрчĕ. Пусть бы пил, но только бы ума не пропивал. N. Ку çынсем йăлтах ăсран кайнă, нимĕн пĕлмеççĕ. Эти люди совсем сошли с ума, ничего не понимают. Урож. год. Çамрăк чух ăс салатман (не расточал попусту), укçа шăва пăрахман. А. П. Прокоп. † Çинçе-кăна пӳлĕ хура куççăм, пурăна-пĕр-киле ăс илет (приобретает). Кĕвĕсем. 79. Паянхи кунтан ăсăм пĕтрĕ (я лишился рассудка) такçан тăвансене курнипе. Чăв. й. пур. 9. Лайăх ăслă, кăмăллă çын. Очень умный, симпатичный человек. || Мысль. Изванк. Çул çинче каялла çавăрăнса пăхсан, тепĕр ăс кĕрет, теççĕ. (Послов.). Ст. Чек. Ăс пăттăранат, мысли перепутались. IЬ. Хуйхă пусан, аптăранипе ăс пăттăранат. IЬ. Ăс пăттраннă вăхăтра пуç анкă-минкĕ пулат, ыратат. IЬ. Ăс пăттăранма ури çине ĕне пусман (еще молод для того, чтобы слишком задумываться). || Направление ума, убеждение. Жит. св. Январь. Арий, пит ăслăскер, шуйттан пулăшнипе пĕтĕм халăха, улпутсене те, патшасене те, архиерейсене те, хăй ăсне ерте пуçланă. Лашман. Ырă кинçĕм (çавă пур) ялан пĕр ăс çинче пурнинччĕ. (Свад. песня). Сред. Юм. † Çичĕ ют килне каймасăр çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужую семью, я не буду жить чужим умом. Чăв.-к. † Çичĕ ют килне çитмесĕр, çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужой дом, я не намерена поддаваться чужому влиянию. ЧП. Нумай йĕрĕп ĕмĕр тăрăшшĕне ирттерме, ăсшăн тăрăшма пиллесем. Много еще поплачу я в течение своей жизни, благослови меня на приобретение должного направления ума. Хыпар № 16, 1906. Эсир хăвăр, хытă тăрсан, турă панă ăса тытса, кĕнеке вĕренме ан ӳркенĕр. || Совет. Чăв. й. пур. 12. Эпĕ сан патна ăс ыйтма килтĕм, тенĕ. Я к тебе пришел за советом. IЬ. Леш сутма пынă çынсене тунма (отпереться) ăс вĕрентнĕ (научил). Альш. Унтан вара Ванькканăн арăмĕ монастыре ăс шырама кайнă. Н. Шинкус. Кам та кам çав старикрен ăс ыйтса килĕ, çав тăшман тин çак киле çĕнтерĕ. До тех пор, пока не сходит кто-нибудь к тому старику за советом, тот враг не одолеет этого дома. || Мнение. Ходите во свете. Пĕр ăс тытса. БАБ. Выртасчĕ, те çывăрасчĕ ĕнтĕ, пирĕн ăспа. По нашему мнению, следовало бы им лечь да уснуть. || Сознание. Сред. Юм. Ăс пăрахсах ĕçмес ȏ. Он не пьет до беспамятства. Лашмаш. Тусçăм, эпир иккĕн (sic!) эпир уйăрăлсан, асăнăн-ха ăсă пĕтиччен (до того, что сойдешь с ума). Ала 61°. † Кунтан, тăвансем, эпĕ уйрăлсассăн, асăнăр-ха ăсăрсем пĕтиччен. Б. Сунч. † Эпĕ, тăван, кунтан уйăрăлсан, асăнăр-ха ăсăрсам пĕтиччен. || Повадка. Чăв. й. пур. 10. Эй, Яхвар! çак сирĕн ăсра энĕ пĕртте юратмастăп, çул хура, тиенĕ ăлавна йывăртарах, ху çапах лашана хĕнетĕн. Эх, Яхвар! не люблю я этой вашей повадки! Дорога бесснежная, клади положил много, а сам все-таки бьешь лошадь. || Нрав, характер. Ала 8. Унăн ăсĕ те пит аван, лăпкă ăс пулнă. Он был очень хорошего, тихого нрава. Посл. 101,20. Ăсăртан — çулланă (в летах) çынсем пек пулăр. Ала 90. Анчах вăл ачасем иккĕшĕ икĕ ăслă пулнă (различного характера). || Прием, способ. Ала 13°. Халь ĕнтĕ ку ăспала (зная такой прием) аптрамăп-ха, тенĕ. IЬ. 20°. Ăс шыра пуçланă. Начал искать способа. IЬ. 21°. Пире нимĕн те кирлĕ мар, эсĕ пире ăс тупса парăн-ши? Нам ничего не нужно: не укажешь-ли ты нам способа (выхода)?

ăс ил

приобрести ум. В. Олг. N. Вăл, ялан вĕренсе, ăс илме тăрăшнă (тĕрлĕ май вĕренсе, хăй ăсне уçăлтарнă).

ăсан

(ŏзан, ы̆зан), тетерев. Вомбу-к. Якейк. Ăсан — чăхă нушшĕ хора тĕрлĕ кайăк. . Ăсан — чăх пек, вăрманта порнакан кайăк. То же слово в Хир-бось (Тойсинск. вол.). СПВВ. Х. Ăсан, тетерев. . † Хура вăрман хĕрринче тăхăр ăсан йăви пур. Лашман. Тĕм-тĕм хăва хыçĕнче вуникĕ ăсан йăви пур. Пшкрт. Ы̆зан, тетерев. Шибач. ŏзан (кăвакрах, чăхă пак пор). Чертаг. Ăсан алтать (или: кăлтăртатать). Юрк. Вăл çапла тăванĕсемпе те ял-йышĕсемпе те ялан вырăсла калаçнăран, хăйсен ялĕсем, ăсансем, часах ăна, вăл епле çынне курса чухласа, ăна: «вилнĕ çын» тесе, çĕнĕ хушамат панă.

ăста

(ŏста, ы̆ста), мастер, знаток (дела, слова и пр.). N. Вăл (она) сăмаха пит(?) ăста пулаканччĕ. Она была мастерица говорить. Чураль-к. Пĕчик майри пичĕке ăсти. (Чăхă). Маленькая русская — мастерица делать бочки. Юрк. Пăтăсене чăвашсем тĕрлĕ кĕрпесенчен пит ăста пĕçереççĕ. Чуваши большие мастера варить кашу из разных круп. Регули 7. Вăл атă ĕçлеме ăста. Он мастер шить сапоги. Изамб. Т. Ул сăмаха-йăмаха пит ăста. Он мастер говорить и рассказывать сказки. Б. 13. Ăста çын ăстах: ĕçе тытнă, тунă, пăрахнă. Мастер так и есть мастер: взялся за дело, и дело сделано. Юрк. Эсĕ, чăвашла пит ăста пĕлекенскер, çав каçитре çырса асапланма ухута тумăн-ши? Ты, хорошо знающий (мастер) по-чувашски, не возьмешь ли на себя труд по работе в этой газете? IЬ. Такмака ăстисемшĕн пĕтес çук такмак пулĕ. Регули 1375. Ăстарах çын кам пор конта? Кто здесь более знающий (мастер)? II. Ăстана тух. Выходи в мастера. Т. М. Матв. Ăста кутĕнчен пăс тухнă, тет. (Ăста тума тытăннă япалине тăвайманнине пĕлтерет. Послов.). || Мастерство. Могонин. Ăста пĕлекен çын. Человек, знающий мастерство. Альш. Ăста, мастерство. . Халĕ тата темĕн-темĕн ăстана вĕренмеллисем туса пĕтереççĕ-ха (учебные мастерские). || В наречном смысле. Юрк. Кĕсле калакан вырăсĕ, кĕслине пит ăстах калайманскер, темĕн тĕрлĕ тăрăшсан та, авантарах калама пултараймас. Русский гусляр, играющий не важно, как ни старается, а лучше играть не может. IЬ. Çырма ăста çырать. Писать (он) мастерски пишет. N. Тутар ялĕсене кайса çӳресе, тутар чĕлхипе калаçма та питĕ ăста вĕреннĕ. Посещая татарские деревни, научился и хорошо говорить по-татарски. БАБ. Ун пек кĕлле ăста ыйткалакан нумайăш юмăç пулаççĕ. Такие нищие, хорошо знающие молитвы, обыкновенно бывают ёмзями. || Заклинатель(-ница). Золотн. 177. Ăста — заклинательница. Макка 207°. Ăста туйне аташтарса ярать, ăста туй халăхне çапăçтарать. Заклинатель расстраивает свадьбу. Он же заставляет участников свадьбы и подраться. КС. Çав ăстана (знахарь) кайса ил, вăл тӳрлетет (вылечит), терĕçĕ (животных от порчи). Чăв. й. пур. 12. Вăл Мертлĕре пĕр ăста çын пур, теннине илтнĕ. Он услыхал, что в Мертлях проживает один умелый отравитель. || Трхбл. Ăста — хорошо, хороший. Сирĕн кам пит ăста вĕренет? У вас кто учится очень хорошо? N. Ваççа пит ăста вĕренет, теççĕ. Говорят, что Василий учится очень хорошо. Ĕлĕк ăстисем малта лараччĕс, тет. Прежде хорошие ученики, говорят, сидели впереди.

ăстаçă

мастер. Альш. Ала 104°. Кĕмĕл токмакне (колотушку) тумашкăн, Хосан ăстаçи (scr. ăстаси) кирлĕ-çке. || Знахарь. Болезн. грех. Турра кĕлтăвас вырăнне, тасарах пурăнас вырăнне тĕрлĕ ăстаçăсем патне кайса çӳреççĕ. Вместо того, чтобы молиться богу и жить благочестивой жизнью, они ходят к разного рода знахарям.

ăçти-çук

дрянной, какой ни попало, что ни попало. Дим. Ростов. Школăра та шухă вылякан, усал калаçакан, ăçти-çук тĕрлĕ усал ĕçсем тăвакан юлташсемпе паллашман. Сказки и пред. чув. 4. Ку карчăк та ăçти çук тухатмăшчĕ таврара. К-Кушки. Эй, ăçти çук! Эх, дрянь! Букв. I ч. 1904. Тискер кайăка, арăслана, парăнтартăм, халĕ çак ăçти-çук эрешментенех пĕтетĕп-ĕçке. Рук. календ. Прокоп. Вĕт пирĕн чăвашсем пит ирсĕр пурăнаççĕ: пӳртĕнче витери пек, алшăллийĕ ăçти-çӳк, çĕтĕк-çурăк, кивĕ кипке, кивĕ йĕм. Чем люди живы. Укçине пĕр-пĕр ăçти-çукпа ĕçсе пĕтернĕ ĕнтĕ ку, тата хăйне те ертсе килчĕ. Трхбл. Вăл ăçти-çука калаçма пит юратат. Он любит болтать чепуху. Н. Карм. Ăçти-çук, плохой, невзрачный. См. хавал.

ăш таврăнни

перемена дурного душевного состояния на хорошее. Юрк. Ăшăм таврăннă пирки, вăрçас вырăнне темĕн тĕрлĕ савăнса анчах пурăнатăн. Вследствие перемены настроения, вместо того, чтобы браниться, живешь полный радости и довольства.

ăш-чик тулни

тошнота. Чума. Вăл чирпе чирленĕ чух пирвай ăш-чик тулса çитет те, чĕре пит хытă тапакан пулать. Когда хвораешь этой болезнью, сначала появляется тошнота, потом начинает сильно биться сердце. || Злоба, ненависть. Беседы на м. г. Çавăн пек ĕлĕк Каин ăшĕ-чикки тулса çитнипе шăллĕне вĕлерсен, турă ăна канлĕ вырăн паман. Когда Каин убил брата из-за злобы к нему, бог не дал ему покою на земле. Изамб. Т. Ачана ĕрлеме калап-калап та, итлемест; ăш-чик тулса çитрĕ те, хĕнесе пăрахăрăм. Велел я мальчику, а он не слушается: я рассердился и побил. N. Пĕтĕм ăшĕ-чикки тулса çитнĕ унăн (от гнева). [Тюрл. Ăшна-чиккĕне мĕн толтарса çӳретĕн? Что ты злишься?] || Нервное расстройство, волнение. Конст. чăв. Эпĕ ăш-чик тулса çитнипеле нимĕн те калаймарăм; инке, сывă пул, тесе, чуп турăм та, куккапа пĕрле малалла утрăм. От волнения я ничего не мог сказать кроме: «Прощай, тетя!» — поцеловал ее и вместе с дядей двинулся вперед. Упа 742. Çав тĕрлĕ Аксеновăн ăшĕ-чикки тулса çитнĕ, хуть те халех хăна ху вĕлер. Аксенов так расстроился, что был готов убить себя.

ăш-чик тăвăрланни

состояние подавленности (напр. от горя). Чума. Ăш-чик тăвăрланса çитет те, пуç темĕн тĕрлĕ йывăрланса çитет.

ĕлккен

(э̆л’ккэн'), великолепный. И. С. Степ. Ĕлккен. Юрк. Çине тăхăннă тумтирĕсене, хамăр чăваш тумĕсене, темĕн тĕрлĕ ĕлккеннисене, ытарма хал çук. Невозможно наглядеться на их одежду, ― на нашу чувашскую одежду, очень красивую (на вид). К.-Кушки. Ĕлккен = аван, великолепный. Юрк. Ун çине апла пит ĕлккен мăрамăртан тунă паметник лартнă. || СПВВ. Ĕлккен тумланас, пышно нарядиться.

ĕмĕр-ĕмĕрне

во веки вечные. Ист. церк. Пĕрне-пĕри çав тĕрлĕ хĕрхенсе пурăнасси суя тĕнлĕ çынсем хушшинче ĕмĕр-ĕмĕрне те пулман. СТИК. Леш тĕнчери пурăнăç вара ĕмĕр-ĕмĕрнех çапла пулĕ. Кратк. расск. 5. Ĕмĕр-ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса, тарçăра тăмалла пулĕç. Во веки вечные придется им смотреть другим в глаза, быть батраками. Хыпар № 15, 1906. Пурте çав хăй вырăнĕнче хăй çулĕпе ĕмĕр-ĕмĕрне пĕр чарăнмасăр çӳрет пулĕ, тенĕ.

ĕмĕрлĕх

(ӧ̌мӧ̌рл'ӧ̌х, э̆мэ̆рл'э̆х), достаточный на веки вечные, до конца жизни, до гроба. Сред. Юм. Олмăççи пахчи ĕмĕрлĕх япала (на веки хватает). Н. Карм. † Улт уралă капан айĕнчен ĕмĕрлĕх пĕр çĕрĕ эп тупрăм. Ĕмĕрлĕх çĕрĕ, пĕр ĕнчĕ куç, пур пӳрнесене те юрин-ччĕ! Под копной, стоящей на шести подставках, нашел я одно вечное колечко. Вечное колечко с жемчужным глазком, — ах, если бы оно хорошо приходилось на все пальцы! Икково. Пиçмен çăккăр виç конлăх, осал арăм ĕмĕрлĕх. (Послов.) Е. Турă тĕнчене çав тĕрлĕ юратрĕ, вăл хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне ĕненекенсем пĕри те ан пĕччĕр, ĕмĕрлĕх пурăнăçа курмалла пулччăр, тесе, ăна вилĕме пачĕ. Чăв. й. пур. Унта çур витре эрехлĕх мар, теминçе çын ĕмĕрĕлĕх мул пур, тенĕ. Там хватит богатства не только на полведра водки, но и на несколько веков. || Вечность. Сунч. † Уйăрăлмăпăр, тăван, сивĕнмĕпĕр, ĕмĕрлĕхе пĕрле пурнăпăр. Сборн. мол. Ĕнтĕ ĕмĕрлĕхе вĕлерсе ан пăрах пире. Ст. Айб. Эсĕ ĕмĕрлĕхе çывăрнă-ччĕ те, эпир сана чĕртсе тăратрăмăр. Ты заснул было на веки (умер), но мы решили тебя воскресить. Ч.П. Ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнашшăн. Чтобы век прожить вместе. Псалт. 148,6. Вĕсене вăл ĕмĕрлĕхе, ĕмĕртен ĕмĕрлĕхе туса хунă. IЬ. 118,142. Санăн тĕрĕслĕхӳ ĕмĕрлĕхшĕн тĕрĕслĕх. Сир. 33. Этем ĕмĕрне ĕмĕрлĕхпе танлаштарсассăн, тинĕсре пĕр тумлам шыв пек.

ĕнтĕрке

(ӧ̌нд'ӧ̌рг'э), озябнуть. И. С Степ. Ĕнтĕркес. СПВВ. ЕХ. Ĕнтĕркенĕ — пит хытă шăннине калаççĕ. Хурамал. Шăнса ĕнтĕркерĕм, теççĕ (хытса карăм). СТИК. Ĕнтĕркесе кайнă, замерз, продрог. Шел. 26. Ĕнтĕркесе, йĕпенсе... пырать, сĕнксе, Эссепе. Ч. С. Ачамсем шăнса çӳремесчĕç (когда были овцы), халĕ интĕ (sic!) чăхсем пек тек ĕнтĕркесе çӳрĕç! тесе, йĕрет. Пшкрт. Э̆ндэ̆р ђӓзӓ ларза ку. Он озяб. КС. Чĕпсем ĕнтĕркерĕç, тытса кĕр-ха («озябли, оцепенели и всею фигурою это выражают»). . Шăнса ĕнтĕркенĕ, вĕçимаçть. || Изнемогать, цепенеть. Шибач. Ĕнтĕркенĕ — вăйсăрланса çитет. . Ĕнтĕркерĕм (ăшă чохне) — расслаб. СПВВ. Ĕнтĕркесе кайнă (в изнеможении). Чума. Чирлĕ çын, çав тĕрлĕ асапланса, пĕтĕмпе ĕнтĕркесе каять. || Вообще о пьяном, больном, дремлющем. Хорачка. Ĕнтĕркенĕ, аран ларат (мохмăрлă, сумар). Якейк. Çын ĕнтĕркесе ларать, çăвăрас килет. || Быть готовым осыпаться (о созревших злаках). Якейк. Сĕлĕ ĕнтĕркенĕ: сĕлле тытмалли те çук. Орпа, сĕлĕ, пăри ĕнтĕркеççĕ. || Растеряться, не знать, что делать. Шурăм-п. № 10. Антăранă сурăх пек ĕнтĕркесе çӳреççĕ (не зная, что делать).

ĕрех

(Тюрл. ӧ̌рэ̊х, у др. ӧ̌рэх, э̆рэх'), первоначально душа? Рак. Ĕрехĕм вĕçрĕ = сехрем хăпрĕ (хăрасан калаççĕ). Я перепугался. || Спорынья (abundantia), син. перекет. Тюрл. Çил-арманĕ тыррăн-поллăн ĕрехне вĕçтерет. Ветряная мельница отнимает у хлеба спорынью, делает его неспорым. Аттик. Пичке пуçланă чухне кĕл-тумасассăн, тырă-пулă ăнми пулат, кĕрпе çăнăх ĕрехĕ вĕçет, пичкере сăра тăтхаса тăмаст, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемест, теççĕ. Янтик. Паян çăкăрăн ним ĕрех те пулмарĕ. Сегодня хлеба много вышло. Сред. Юм. Япалана тыткала пĕлмесен, ĕрехне вĕстерет, теççĕ. IЬ. Ĕрех вĕçтерет, поступает не экономно. IЬ. Ĕрех вĕçет, уничтожается спорынья. IЬ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ çын тыткаласан, япалан ĕрех вĕçет. IЬ. Ĕрехĕ вĕçрĕ. Моркар. Ĕрехĕ çок. Неряха?

ĕрчевлĕ

плодовитый. Чет. пути. Ăрăвĕ тем тĕрлĕ ĕрчевлĕ пулнă. Род их был удивительно плодовит. Псалт. 143,13. Сурăхĕсем вĕсен ĕрчевлĕ, çисе çӳренĕ çĕртех ĕрчеççĕ. Овцы у них плодовиты, плодятся во время кормежки. Требн. 77,12. Иаков пек ĕрчевлĕ пул.

ĕçке-çикĕ

угощение (яства и пития). Ст. Чек. Ĕçкĕ-çикĕ лартаççĕ: çимĕçсем, эрек, сăра. БАБ. Çичĕ тĕслĕ тырă-пулăран çак тĕрлĕ çисе пĕтми, ĕççе иксĕлми ĕçкĕ-çикĕ тунă. N. Вăл ĕçке-çике çисе-ĕççе тăраннă çĕре çавă хăтанăн улма сачĕ пур иккен. Альш. Çынна мĕн паллаштарин — ĕçкĕ-çикĕ, çăкăр-тăвар паллаштарат, тет чăваш.

явăн

(jавы̆н), виться; обвиваться. Йывăç явăнса ӳсет. Дерево растет завитушкой. Икково. Хăмла шăччă тăрăх явăнса çитĕнет. Алших. Хăмла шерте (шалçа) тăрăх явăнса ӳсет. Сл. Кузьм. I, 16. Вĕсен ĕçĕ кантăра пек явăнса пырать. У них дело идет как по маслу. К.-Кушки. Мăйне çĕлен явăннă (или: яваланнă). IЬ. Курăк йывăçа явăнат. Альш. † Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат: çĕмĕрт çеçки хăвана явăнат. Бурунд. † Çĕр çырлисем пиçеççĕ хĕрелсе, тĕрлĕрен пĕр курăка явăнса. Клубника поспевает, рдея, обвиваясь вокруг разных трав. Чураль-к. Шучă тăрăх явăнакан хăмла путранки мар-и çав? Ура явса выртакан пирĕн варлисем мар-и çав? Н. Тим. † Явăна-явăна выртакан, пĕрлĕхен аври мар-и çав? Сред. Юм. Ирхĕне, вил-шыв (у др. сывлăм) укеччин, утă торттарсан, ȏ, явăнса, вĕрен пик пȏлса пырать (вьется как веревка). Юрк. † Хĕвел тухат, сарăлат, улма йывăç çине явăнат. || О пламени. ЧС. Çӳлте хĕм явăнать анчах — хĕп-хĕрлĕ, тастан (= таçтан) та курăнать пулĕ. Вьются в выси искры, красные-раскрасные; должно быть, далеко видно. [IЬ. Пушар йĕри-тавра çынсем явăнаççĕ анчах. Около пожара вьются люди]. Сред. Юм. Вăт (= вут) явăнать анчах. («О сильном пламени, когда кажется будто оно вьется»). || О течении. ЧП. Хура шыв юхат явăнса. Янш.-Норв. † Шывĕ юхат явăнса, хумсем çапаççĕ хĕрнелле. А. П. Прокоп. † Атăлсем тухат (юхат?) явăнса. Дик. леб. 36. Акă тинĕс хумĕсем, ывăна пĕлмесĕр, пĕрин хыççăн пĕри явăна-явăна пынипе темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тип-тикĕс якатаççĕ. || Об облаках. Дик. леб. 40. Хура тăхлан тĕслĕ хăрушă хум пек пулса, вĕсем явăнса шуса пыраççĕ. IЬ. 56. Çӳлте явăнать хуп-хура пĕлĕт. Наверху вьется черная туча. || О пыли. Сказки и пред. чув. 22. Тусан пырать явăнса. Пыль вьется. || О грязи. Сред. Юм. Çăмăр çуни халь те типмен, пыльчăк ȏрапана явăнса пырать (грязь навивается на колеса). ||О медленном, величественном движении солнца (так толкует КС.). ЧП. Хĕвелсем тухат явăнса. || О колосьях, которые клонятся от тяжести в разные стороны. Ст. Чек. Явăнса ӳсет ыраш (= вăйлă ӳсет). Колосья ржи от тяжести клонятся в разные стороны. || Виться (о птицах и т. п.). Сказки и пред. чув. Ялĕсем çинче кайăк явăнать. Над их деревнями вьются птицы. Толст. III-IV, 122. Вăрăм-тунасем явăнса вĕçсе çӳреççĕ, сĕрлеççĕ. Комары вьются, летают и жужжат. N. Икĕ ангел, икĕ архангел вĕççе килеççĕ пирĕн чуншăн, явăнаççĕ пирĕн çылăхшăн. || Увиваться (с какою-либо целью). КС. Сир. 27. Кам ăслăлăх çурчĕ таврашĕнче явăнса çӳрет, çавă унăн çурчĕ çумне пăта çапса тĕреленет. Якейк. † Эпĕ лартас хĕр панче упа-кашкăр явăнать. Около девушки, которую я хочу посадить (чтобы покатать), увиваются волки и медведи (дикие звери). С. Хорчка пек явăнса çӳрет. Вьется как ястреб. Тоже и о животных. Якейк. † Пирĕн çол çийĕнче корак-çăхан явăнать, эпĕр лартас хĕр панче ялти ача явăнать. (Песня на масленице). КС. Курак-çăхан виле таврашĕнче явăнса çӳрет. Сновать (в переносн. зн.). Ст. Яха-к. Эсир кунта питех явăнса ан çӳрĕр (не толпитесь). Сказки и пред. чув. 75. Ярăнтарса явăнса, шăпăр кĕвви ташлатать.

янкар

(ҥгар), мгла (летом). Писмянка. Паян янкар пит шеп кĕйтерет. Тюрл. Янкар çăвать (облаков нет, мгла; предметы чернеют; янкар çусан, тырă-полă та хытать). СПВВ. КЕ. Уяр чухне сĕрĕм пек çанталăк кăвакарса тăрать; вăл тырра ӳсме памасть, теççĕ. . Тырă вырнă чухне çăнăх пек алла çыпăçать те, пĕтĕм çуркалантарса ярать, çавна янкар тесе калаççĕ. Янтик. Янкар тесе, кĕр-кунне, юлашки тырăсем вырнă вăхăтра, вĕтĕ (пĕрĕхсе) çăваканскере калаççĕ. Йĕпетессе пĕре те йĕпетмест, анчах янкар çусан, тырă вырнă чухне умра тусан пек вĕçсе пырать, куçа йӳçтет, сăмсана тулать. Тата янкар тырра пултарать, теççĕ. — Янкар çунă пуль, тырă шатăрах пулнă, теççĕ. СПВВ. ФВ. Янкар — çăмăр пекех çăват; вăл çусан пĕтĕм тырра хуратса ярат. СПВВ. Т. Янкар тырă çинче пулать, хура-тулă вырнă чухне çурла та, алă та хуралса каять. СПВВ. ИА. Хăш çул тырăсем çине янкар çăвать. Требн. Янкар ӳкесрен, çил-тăвăлтан, пур тĕрлĕ усалтан сыхласа усра. || Гнилушка. В. Олг. Янкар, гнилушка. СПВВ. Янкар — йывăç çĕрĕкĕ. СПВВ. ТА. Янкар — тунката вырăнĕнчи çемçе çĕр. СПВВ. МС. Янкар ― юман çĕрсен, ăшĕнчен ванса тăкăнат. Якейк. Йоман варĕнчи çĕрĕк; йĕри-тавра çирĕн, çĕрмен сăй, варĕнче çĕрĕк; янкар сарă (желтый) полать.

япала

(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.

ейӳ кай

ейĕве кай, разливаться (о реках). Сир. 39. Шыв ейӳ кайнă пек, как река в разлив. Истор. Вăл вăхăтра шыв, ейĕве кайса, темĕн тĕрлĕ сарăлса тăнă. В то время был разлив, и река была очень широка.

пĕр евĕрлĕ

одинаковый(-во), на один образец. Н. Уз. Тĕрлĕ халăхсен пĕр евĕрлĕ сăмахсем пулма пултараççĕ. У разных народов могут быть схожие (одинаковые) слова. Ч.С. Аа чăкăтне тĕне кĕнисем те, тĕне кĕменнисем те пурте пĕр евĕрлĕ (все одинаково), ак çапла пуçлаççĕ.

Елчĕк

(jэлэ̆к), назв. села Яльчик (Карамышево), Покровской вол. Чебокс. у. || Назв. дер. в Цив. у. || Назв. села Малых-Яльчик, Алькеев. вол. Тет. у. М. Яльч. Пирĕн яла икĕ тĕрлĕ калаççĕ: Пасарлă Елчĕк, Хирти Елчĕк. Пирĕн ялта пасар пулат; пирĕн ял таврашĕнче вăрман çук. Байгул. † Елчĕк, Елчĕк хули, хула майри, Шанар майри...

емпĕлчĕк

комочек слизи. М. П. Петр. Этем йăхĕ еп. пуç. кайн. 35. Тĕрлĕ шывра пурăнакан емпĕлчĕк чунсем пурте пĕр йăхах пулсан та, вĕсен çийĕнчи хытă хуппи... темиçе тĕрлĕ те пулать.

Йышши

(шши), подобный. Çавăн йышши, подобный тому; кун йышши, подобный этому. Беседы на м. г. Ху йышши этем. Ст. Чек. Турăх йышши мар, хăймапа юрсан. Беседа чув. 14. Çав праçниксенче ачасем пуçтарăнаççĕ те, пĕр-пĕр вырăна тĕрлĕ йышши йывăç лартса тултараççĕ. || (Какого-либо) сорта, качества. Календ. 1904. Чĕкĕнтĕре вăрăм йышшине акас пулмасть, чăмăр йышшине акас пулать. N. Ĕççĕр çынсем калаçакан йышши сăмахсем. Н. Шинкусы. Ывăлĕ те тата пит час сиксе тухса каякан йышши мар иккен (не из таких, чтобы скоро убраться вон). Сир. 316. Вăл ун патне патша хурăнташĕсене анчах паракан йышши ылттăн пиçиххи янă. N. Авă эпĕ, пĕр пилĕк çул пулать ĕнтĕ, ачасене шултăра йышши çĕр-çырли лартма патăм.

юнав

(-нав), угроза. Чăв. й. пур. 9°. Вăл нимĕнсĕрех, ахаль йăпатсах чарнă, ни хăратса мар, ни юнавпа мар; вăл çынна йăпатма пит ăста пулнă, унăн пĕр сăмахĕ те çыннăн чĕрине кĕрсе лармалла пулнă. Требн. 223,27. Хăвăн чурусене пур тĕрлĕ юнавран, ӳт сиенĕнчен, чун сиенĕнчен пуринчен те хăтар.

юп

(jуп), уклоняться. СПВВ. Юпать, уклоняется. Сир. 54. Кивçен пани сая каясран, çав тĕрлĕ ултав пирки нумайĕшĕ кивçен парасран чарăнса тăраççĕ (в рукописи стоит вм. «чарăнса тăраççĕ» — юпаççĕ).

юптар

(jуптар), отводить в сторону. Çиç. çиçрĕ, кĕм. 29. Çакăнтан аякка Ульки кинемей хăй пуçĕнче, çавра çил пек, пăтранса çаврăнакан шухăшсене юптараймасть те. || Говорить намеками; морочить. . Чăн сăмаха суяна юптараççĕ. Серьезное обращают в шутку. Хурамал. Юптарас — пĕр япала урах тĕрлĕ калас. Ар-çури. Йоптар, морочить. Трхбл. Юмах ятăм, юптартăм, Ентипене чĕкĕртрĕм. (Çатма çине икерчĕ сарни). Сёт-к. Йомах ярăп, йоптарăп, олшу çолпа чоптарăп, йомăç котне чĕçкĕртĕп. N. Ку темĕскерле çын капла, пăрмаях (всё) юптарса калаçать. Ку, путех (вероятно), ырă çын мар пулĕ. N. Юптарса каланă юмахсем, загадки. Шурăм-п. № 23. Юптарса калани. Загадки и пословицы. Сказки и пред. чув. 113. Юмах ярать, юптарать. Ст. Чек. Сăмаха вĕçертсе (çук япалана пур туса, преувеличивая) калаçат, е тăрăхласа, мăшкăлласа калаçат, çавă ĕнтĕ юптарса калаçни пулат. Чебокс. Юптарса = иносказательно. Т. VII. Кăна (эту басню) юлхав çынсем çинчен юптарса каланă. Псалт. 77,2. Юптарса калаçма çăварăма уçăп. || Обманывать. Шибач. Йоптарса (чăсса) ятăм — обманул. СПВВ. Юптарать, обманывает. Синерь. Мĕнле капла пĕр кайăксăр киле таврăнăп-ши? тесе, калать, тет каям та, персе илем; унашкал юптарса яракан кайăк нумай пулĕ, тесе калать, тет.

лапка

лавка (торговая). Ходар. Тата çыннĕ пуçĕ вĕçĕнче лапка ларам пекки тăваççĕ. Унта вара вăл тĕрлĕ пасар япалисем тыткаласа ларать: хĕрлĕ кĕпелĕх сутать-и, пĕремĕк сутать-и, чей таврашĕ сутать-и, эрех сутан пекки тăвать-и. Çапла тусан, шатра çынна питех асаплантармаçть, теççĕ. Орау. Лапки ман ăрамра мар, тавар нуммай каяс çук (бойкой торговли не будет). Ib. Лапкине лайăх вырăна лартаççĕ, самай халăх куçса çӳрекен вырăнта. Пазух. Манăн савни пасарта хăмачă лапки лараччĕ. || Чертаг. Лапка пак витнĕ. Здание покрыто на один скат. У др. лавкка.

лапсăркка

лохматый, мохнатый, косматый; с пушистой листьвой или хвоей. ЧП. Пирĕн йытсем лапсăркка. Сред. Юм. Пит лапсăркка çăмлă сôрăхăн çăмĕ нăмай тôхать. Ib. Пирĕн пĕр сôрăх пит лапсăркка (с длинной шерстью). Çĕнтерчĕ 11. Лапсăркка калпаклă пуçне кантăкран (в окно) чиксе пӳртелле (в избу) пăхать. Виçĕ пус. 25. Çак курăксем, хăйсен лапсăркка, вăрăм тымарĕсемпе пĕтĕм пусса хупласа илсе, ытти курăксене тăнчах (совсем) пĕтереççĕ. Изамб. Т. Çула лапсăркка пуçлă çăка пит илемлĕ. N. Вăл пысăк, лапсăркка пулнă. Юрк. Лапсăркка çилкелĕ, с косматой гривой. О сохр. здор. 116. Пирĕн унта ĕçченĕ чухне лапсăркка, вăрăм, сарлака аркăлă-çанăлă тумтир тăхăнма кирлĕ мар. Ал. цв. 9. Темиçе тĕрлĕ чечексем ӳсеççĕ: пĕринчен-пĕри илемлĕ, лапсăркка, тутлă шăршăллă. Ст. Чек. Лапсăркка – нумай çулçăлă йывăç. || Неряшливый, плохо одетый; растрёпа. Орау. Ку карчăк пĕр лапсăркка кинĕпе тек мухтанса çӳрет (хвалится своей неряшливой снохой). Ст. Чек. Лапсăркка çӳрет. Ходит растрёпанный. N. Вăл чирлĕ, лапсăрккаскер, çын тăрăх (по людям) сĕтĕрĕнсе çӳрет. Сред. Юм. Пĕр лапсăркка матка (баба) иртсе кайрĕ хăй пирн пӳрт пуçĕнчен (не праворная). || Поврежденный (напр. о дереве). Янза-к. (Цив. р.).

лапсăртат

(лапсы̆рдат), лохматиться, косматиться, ходить неряшливо в отношении костюма. Альш. Ак пупĕ лапсăртатса чупат, тет. Сред. Юм. Мĕн лапсăртатса çӳрен эсĕ ман хыçран? Что ты шляешься за мной? N. Чиркӳ çăраççине илчĕ, тет те, лапсăртатса пычĕ, тет, чиркĕвелле. Ст. Ганьк. † Ял-ялĕнчи арăмсем, тикĕт лакăм тулашĕ пек (как наружная сторона мазницы), лапсăртатса çӳреççĕ. (Выр. „ял-ялĕнчи“ понимается здесь в см. „хăш-хăш ялти“). N. Унта йăвăççисем пит çулçăлă, темĕн тĕрлĕ лапсăртатса лараççĕ (с широкой кроной). Ст. Чек. Йывăç çил вĕрнĕ вăхăтра лапсăртатса ларать, çулçисем пĕр-пĕрне çапăннипе. Орау. Çырма хĕрĕнче пĕр ват хурăн лапсăртатса ларать.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

лӳк

то же, что йӳп. ПТТ. Çак тĕрлĕ халăх пухăнса, çак тĕрлĕ хисепленипелен те лӳк курмасассăн, урăх вара тĕрлĕ-мерлĕ ыйтса ан аптăратăр. (Из моленья в калăм-кунĕ). Ib. Питĕркке, çырлах, лӳк кур, ырă сунса сана ĕçкĕ паратпăр! (Питĕркке шăтăкĕ).

май

сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.

майлă

похожий, подобный; похоже, подобно. N. Çавăн майлă, подобный этому. N. Санăн калаçни те (наречие) çавсен майлă. Пшкрт. Майлă çын = йосо çын. Виçĕ пус. 6. Çĕртен çапла пĕр тĕрлĕ япаласем илсе тăнăран, вĕсен çимĕçĕсем те пĕр майлăрахах пулаççĕ. Альш. Мĕнле майлă-ши кусенĕн урамĕсем? Сред. Юм. Çавăн майлăрахах. Подобный ему. Регули 641. Чăваш майлă (чăвашла майлă) томтир пор. Ib. 1263. Çармăс майлă томланчĕ. СКАЗЗ 55. Ыттисене вĕлернĕ майлах кăна-та... хĕçпе, çывăрнă чух, пĕрре çапса вĕлерет. || Красиво. Образцы. Улача кĕпенĕн умĕ ука: умĕсенчен пăхсассăн, майлă-çке. Кан. Çуртсене кунта майлă лартаççĕ. ЧП. Вырăси выртсах кулайрат, майри майлă кулайрат. || Удобный, годный; удобно, годно. Ст. Чек. Майлă; 1) удобно, 2) подобно; сысна майлă, как свинья. Ib. Майлă мар, неудобно. Сборн. по мед. Ача (при родах) майлă килсен, ăна илесси йывăр ĕç мар; анчах майсăр килсен, вара часрах доктор патне ярас пулать. N. Майлă лар (напр., о брошенном ковше: упасть отверстием вверх). || Сходно, выгодно, подходяще. Зап. ВНО. N. Хăйсене епле майлă (выгодно), çапла каласа ларнă (говорили). Юрк. Унта ман майлă хыпар калаçаççĕ. || По (иногда с дат. п.). ЧС. Сĕрен кашни ялта урăх майлăрах (несколько по-иному) тăваççĕ: хăш ялта ут яраççĕ, хăш ялта çуран çăмарта пухса çӳреççĕ. Изванк. Сана виçĕ лашапа, кӳмепе хĕвел майлă ăсатса яратпăр. (Изгнание мора). Ходар. Пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене (ковши, которые держали во время моленья кашей) чĕрес çине тытса, хĕвеле майлă (посолонь) виççĕ çавăрат... (чӳклеме). ТХКА 110. Эс калашле, анаталла, хĕвеле хирĕçле майлă утар (пойдĕм) эппин. Регули 1261. Çолсăр çĕрĕн çол майлă каять. N. † Окошка умĕнчи кăвак çеçки пӳрте майлă выртмаççĕ, йăлт хирĕçле выртаççĕ. N. Вара ура сырнă майлă кантăрисене çыхаççĕ (покойнику). N. Ик майлă çул. Якейк. Воник чăрăш пĕр котран, тораттисам пĕр майлă (в одну сторону). Абыз. † Вуник çăка пĕр кутра (так!), турачĕсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă, хальхи хĕрсем яшă майлă (похожи на парней). ЙФН. † Пирĕн лаши кил майлă, хӳри-çилхи çил майлă, эпĕр хамăр туй майлă. (Свад. п.). Толст. Пур япаланăн та пайĕсем (кристаллы) хăйне майлă (на свой особый лад) пулаççĕ. || За, согласно с... Юрк. Эсĕ те вĕсем майлă калаçатан. Регули 1262. Манăн майлă пол. N. Порте он майлах поплеççĕ. Кан. Хăйне майлă çавăрасшăн. N. Ялти ĕçлĕ çынсем ĕçе пуян майлă (в пользу богатых) анчах тунă. ЧС. Ертеллипе пĕр майлă пулаççĕ (сговариваются). N. Пĕр майлă пул, согласиться. N. Вĕсене ĕçлеме майлă пулнă. СТИК. Пире майлă мар кунта; атя часрах шăвар! Нам здесь не сдобровать; уйдем скорее тайком! Чăв. й. пур. 20° Патакăн вĕçĕ иккĕ, хашĕ вăйлă, ун майлă пулать. V. S. Унăн майлă, его сторонник. || Около, приблизительно. N. Ултçĕр пăт майлă тырă.

макарав шĕлепки

шляпа с Нижегородской ярмарки. Употр. этого выраж. основано на след. П. И. Орл. Пĕр çынăн Нижнине, Макарав ярмăкне, япаласем илме каймалла пулнă, тет. Çаккăн ачи унччен темшĕн яланах макăрса (кӳтсе) çӳренĕ, тет. Пĕрре çак çын, хăй каяс умĕн: ан йĕр, ярмăкран Макарав шĕлепки илсе килĕп, тесе калать, тет. Кайнă, тет, хайхи çын Макарава. Йĕрекен ача темĕн тĕрлĕ кĕтет, тет, ашшĕ Макаравран шĕлепке илсе килессе. Ашшĕ килсенех: шĕлепке илсе килтĕн-и? тесе калать, тет, ачи. Канăçсăрлансах аптăрата пуçларĕ, тет, çав тулăксăр ача. Пĕрре çак ача, шĕлепке илсе килменшĕн çиленнипе, шăртне шăнараймасăр, пĕр чĕрес сĕт тăкса янă.— Мĕн турăн капла, ăнман? тесе калать, тет, амăшĕ. Хăвăр мана Макаравран шĕлепке те исе килсе памарăр! тесе калать, тет, ачи — Акă вăл. Макарав-шĕлепки, эпĕ ăна Макаравран илсе килтĕм! тесе, ашшĕ çăпата туса ларнă çĕртен сикрĕ (scr. сикĕрĕ) тăчĕ, тет те, ăшалантара пуçларĕ, тет, ачине пушăтпа. Макарав шĕлепкине туянсан, кайран хайхи ача е йĕрин, тет. КС. Эп ăна Макарав шĕлепки тăхăнтартрăм (влепил, ударил; „задал перцу“). N. Ку та çитĕ халь, куншăн та Макарав шĕлепки тăхăнасран чун çук (страшно боюсь, как бы не попало, не „влетело“).

мала

вперёд. Ишек. Ачи мала тăчĕ, тет, старикки кая. Янш.-Норв. † Кайăк хурсем каяççĕ карталанса: кайри мала! тесе ан калăр. Чураль-к. † Хумăшлăхра тилĕ выртать, тарчĕ кĕрчĕ маларах. Юрк. Çĕнĕ çынни, тутлăрах яшка пиçсен, çынсенчен маларах сĕтел хушшине кĕрсе ларма тăрăшат. N. Ан ĕçĕр, маларах (впереди) тата тутлă (еще слаще) шыв пур. Изамб. Т. Мала вырăсла хапха тăваççĕ. || Лучше. N. Эсир нумай вĕтĕ вĕçен-кайăксенчен те маларах. || Дороже. N. Виç тенкĕрен мала сутаймастăн пулĕ? Ёрдово. † Пирĕн прапан (песенное сокращение) йӳнĕ мар, алă сомран мала мар, хĕрĕх сомран кая мар. (Свад. п.). Байгул. † Кĕмĕл укçа пĕчик укçа, пĕчик те пулин маларах; пуян хĕрĕ пĕчик хĕр, пĕчик те пулин маларах!). N. Кунта ĕç хакĕ ĕçне кура маларах. Кан. Хальхи çăмарта та август уйăхринчен (надо: уйăхĕнчинчен) мала мар. || Раньше, скорее. Янш.-Норв. Çынна вупăртан хăтарас тесен, вупăр çынна ернине-ерменнине маларах сисес пулат. Изамб. Т. Унта кайма маларах-ха (или: ир-ха, еще рано). N. Саккăртан маларах килекенни çук-и? Скотолеч. 14. Ку чире маларах сисмесен, темĕн тĕрлĕ имлесе те тӳрлетме çук. N. Кирек кам та хăй нушине маларах пĕтерме тăрăшать. Ал. цв. 26. Тавăрăнма пулнă вăхăтчен шăп пĕр сехет маларах. (ровно за час) çитме каласа хунă. Кан. Çуртыррине кăçал халăхран икĕ кун маларах акрăм. N. Атя, арăмăнтан маларах çитер! (поскорее). || Старше. Шурăм-п. Пĕр ӳсĕр чăваш, ытла ватах та мар, çирĕм çултан мала мар пулмалла. || Ценнее. N. Чун çимĕçрен мала.

Мамале

(-лэ), назв. божества. Н. Седяк. Суя турă ячĕ, чăвашсем ăна пылпа, çăкăрпа чӳк тунă. Н. Карм. Мамалене пылпалан чӳклетпĕр юсман çине аслă киремете. Çирĕм-вăтăр çулта пĕре. См. мамале укçи. || Монеты, приносимые в жертву. Шибач. Мамале = тăхлан окçа, çырмана кайса пăрахаççĕ. Ib. Мамале парас. Н. Карм. Мамалепе чӳклес. Мошкев. † Чупрăм та тухрăм еп урама, илеймерĕм пăхăр мамале; ӳсрĕм те усрĕм, ӳсеймерĕм, çитеймерĕм ыр çын ачине. ДФФ. Пирĕн аттесем çав турăсене пурне те чӳк туса, е мамале пăрахса, е укçа пăрахса, е çурта лартса, е тата урăх тĕрлĕ парне парса пуççапатьчĕç. См. О чув. Этн. оч. неизв авт. ХVIII ст., 6.

мартаклă

то же что мартак. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 6. Пурăнăç вăл улшăнулă мартаклă япала, çавăнпа уншăн пулакан кĕрмешӳ те тĕрлĕ чĕрĕ япаласем хушшинче тĕрлĕ пулма пултарать.

масартри

то же, что масарти. || В зн. присловья. ЧС. Пĕр юмăç пĕр тĕрлĕ „чӳк тума хушатчĕ; тата хăш-хăш юмăç таçти масартри курман-илтмен вилĕ, киреметсене, чӳк чӳклеме хушатчĕç.

маташ

(мадаш), валандаться, возиться (над чем). Ск. и пред. 77. Ларать старик тĕпелте, çăпатине сапласа, ват ал ура йĕркипе мĕшĕл-мĕшĕл маташса. Уф? Çав хĕрсем пурте çара уран, йӳне пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса, ăйăрсем пек кĕçенсе, пыраççĕ сиккелесе. Хĕрсене тваттăн хвалаççĕ. Пĕри пушă вырăнне сĕтĕрет вилнĕ йытă, иккĕмĕшĕ — вилнĕ кушак, виççĕмĕшĕ — çĕлен. Тата икĕшĕ тата урăх тĕрлĕ пулаççĕ. Пĕри утланать те турчăка, çав хĕрсем пекех маташса пырать. (Опахиване деревни).

мел

(мэл’), способ, сноровка. Кн. для чт. 158. Вĕсене çынсем илсе ан кайччар тесĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ мел тупать. Ib. 142. Пире пур ĕçре те мел кирлĕ. Ib. Курак, вăйпа ĕçеймесĕр, ăспа ĕçме мел тупать. Чăв. й. пур. 32. Тата хăй ăçта сутă тума хăтланса, ăçта çип пĕвеме, хăй пĕлмен ĕçе тытăнса, хăй меле пĕлмен пирки (не имея сноровки), юлашкине те салатса пĕтернĕ (расточил). Сред. Юм. Мел пĕлсен, кирек хăш ĕç те ансат. Кильд. (Тет.). Ах, тантăшçăм, теп, пĕрех чунçăм, пĕрле пуранмашкăн мел кирлĕ! Альш. Мел пĕлен пурне те тăват. Знающий сноровку всё сделает. Ib. Кĕрешме мел пĕлет. Рук. календ. Прокоп. Пĕр мелне вĕренсе çитсен (если раз...), хурт тытасси нимен те мар (очень легко). В. Шинкусы. Эпир ăна епле пăрахма (т. е. деньги, çул хĕрне) мелне те пĕлес çук. (Пăсташ). N. Кайран, ку мелпе улталайманнине кура, хăратма тытăнчĕ. Чăв. й. пур. Ăна вĕлерес тесе, шухăшласа çӳренĕ, анчах ниепле мел тупайман. || Приём. Альш. Йăкăп-йăкăл! шуса кăна пыраççĕ хĕрсем урайĕнче: аллисене капла, аллисене çапла тыта-тыта çаварăнаççĕ. Пур мелне те иккĕшĕ пĕр вăхăтра тăваççĕ. || Чăв. й. пур. 7. Ку ĕç сирĕн пĕртте меле килмес. Это ваше дело — негодное. СПВВ. Ĕç меле килмес (не ладится). || Возможность; удобство. Ст. Чек. † Тимĕр-кавак лаша, кăтра çилхе, мел килмерĕ (не было возможности) тытса утланма; çавă Аслаксу (= Аслă-Аксу) хĕрсене мел килмерĕ тытса чуптума. (Çамрăксен сăвви). Сред. Юм. Мел пôлсан, çавăн чôл çиленнипе мана тем туса пăрахĕччĕ те ô; мел çôк та, ним те тăваймас. Ib. Мел пôлсан, çĕр тепнех анса кайăттăм! (от стыда). Н. Шигали. † Хура вăрман урлă каçнă чух, мел килмерĕ çăка касмашкăн. С. Дув. † Тата кунтан ытла мĕн кирлĕ? Сарă çу пек ирĕлме мел кирлĕ. Юрк. Укçа тĕлĕнче тапратса калаçма мел килмерĕ. См. Paas. 85.

Мелеке

назв. сел. (описка? См. мелекес.). N. Пирĕн яла икĕ тĕрлĕ калаççĕ: хамăр Майна тетпĕр (Майна, Ново-Маинской в. б. Ставр. у. Самар. г.), таврари çынсем Мелеке теççĕ. Вăл ак мĕшĕн: пирĕн ял вырăс ялĕпе пĕрле, хутăшпа пĕрех, а вĕсен ялĕ Çĕнĕ-Майна; çавăнпа эпир те вĕсен хыççăн Майна тетпĕр.

мулла

(мулла), мулла. ЧП. Мулла пуçне мур кĕтĕр! Собр. Хура хуран пек, ешĕл сухан пек, ларат мулла пек, кăшкăрать шуйттан пек. (Чакак). Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ (так напис.) мĕн çӳлĕ мечĕт. ТММ. Пуçĕ тура пек, хӳри çурла пек, кăшкăрать мулла пек. (Автан). N. Мулла хĕрин те хăш чухне айăпĕ пулать, теççĕ ваттисем. Юрк. Кăсем çапла сасартăк ыйта пуçланипе, хай мулли, хăранипе, нимĕн калаçа та пĕлмест. || Жрец. Моркар. Авалхи чăвашсен хальхи поп тавраш вырăнне кашни ялта тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă; ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахаль çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Султангул. Ларат мулла пек, кăшкăрать шуйттан пек. (Çăхан). Тюрл. Сăра чӳкленĕ чохне молла (молла) полнă, вăл каласа ларать. См. Магн. М. 13, 30, 32, 57.

мусык

(музык), музыка. Альш. Темĕн тĕрлĕ музык сассисем илтĕннĕ. Сред. Юм. Мусык калаççĕ. Играет музыка.

московски

московский. Г. А. Отрыв. Уçки, ваçки, тĕрлĕ ваçки, московски усламăç. (Писмен). Чураль-к. Çĕтĕк-çатăк тумтирпе, крымски ĕçлĕкпе, московски пиççипе. (Отгадки нет).

мăнтарăн

милый, ненаглядный; бедный, жалкий. N. † Ах, мăнтарăн уявĕ, нумай тăмĕ, час иртĕ. СТИК. Эй, мăнтарăн хĕвелĕ: ăшшине те парат, çуттине те парат. Якейк. Эй мăнтарăн апийĕ, пире нихçан та прахмасть-çке. N. † Эй мăнтарăн атте-апай, салтак парсах ватăлчĕç! Пирĕн аттен лашисем салтак турттарсах ватăлчĕç. N. Ай мăнтарăн — пиччей-инке. Ст. Чек. Эй мăнтарăн турри, мĕшĕн çак упăшкана пачĕ-ши! (Тарăхса калать арăм). N. Эй мăнтарăн аннем! Йӳç. такăнт. 17. Кашни кун вăрçаççĕ те çапăçаççĕ, мăнтарăн çылăхсăр чунсем. N. Эй мăнтарăн аннем! эсĕ мана, çак тĕрлĕ хыпса çунаканскерне, кам çине шанса хăвартăн-ши? (Гов. женщина). Пшкрт. Эх мăнтарăн варлийĕ, мана аплак пракăн-ши. N. Ай-хай мăнтарăнĕ, ай куккăшĕ! || Жалкий; заслуживающий сочувствия, жалости. Моркар. Мăнтарăн эсрелли, йăвăр ĕçпе сывмар çын пек полса йолнă. Шибач. Ах мăнтарăн, епле тӳсет-ши. Яжутк. Палумине çинă чух калать, тет: эй мăнтарăн аттийĕ, пĕр çынне те хĕрхенĕ-çке, тесе калать, тет. Орау. Мăнтарăн этемми, тем хĕн те курать. СПВВ. Ай мăнтарăн ачи (сожаление). Ib. Мăнтарăн, восклицание сожаления, любви. Ib. Ай мăнтарăн чиперри, хыптарать те çунтарать. Йӳç. такăнт. Тем çитмест ку ухмаха, ей-яй-яй, мăнтарăн ачи! СТИК. Эй мăнтарăн çынни! вилсе карĕ иккен! (Говорят, когда услышат весть о смерти). N. Амăшĕ ачине шеллесе: эй мăнтарăн ачи! ăçта кайса, ăçта çухалчĕ-ши? тет. Кан. Эх мăнтарăн тĕттĕм пирĕн чăваш хĕрарăмĕ! Сĕт-к. † Ати (scr. атте) кĕрĕк — сар кĕрĕк, хăвас килмеçт — хутараç; салтак шынил — квак шынил, тăхнас килмеçт, тăхăнтараç, ай мăнтарăн ĕмĕрĕ! Пазух. Ай-хай пĕр мăнтарăн, ай, телейĕ, çынна çити-çитми тăрать-çке. N. Эй мăнтарăн пурнăç çитейменни! Б. 13. Мăнтарăн çитмен пурăнăç: шăнать те çӳрет! См. ласко.

мăньтăрли

неизв. сл. в загадке. Янбулат. Мăньтăрли, маньтăрли (= мăн тĕрлĕ, ман тĕрлĕ?), ман порне хĕп-хĕрлĕ. (Порнери çăрă).

мăшкăлтăк шыв

мăшкăлтăк шывĕ, помои (напр., от мытья посуды). Орау. Чертаг. Мăшкăлтăк шыв, помои. М. В. Шевле. † Мăшкăлтăк шыв, тесе, посма айне ан тăкăр; хора патак, тесе, хоран айне ан хорăр. Йӳç. такăнт. 38. Курман эпĕ санăн мăшкăлтăк шыв сăруна. Орау. Сан мăшкăлтăк шывне çийиччен, выçă пурăнам лучч(ă), апат пулать-и вăл? О сохр. здор. Мăшкăлтăк шывĕсене, çӳп-çапсене тăкса хăвараççĕ. Ib. Тĕрлĕ тислĕк, мăшкăлтак шывĕ, пур ытти япаласем те кӳлле юхса анаççĕ. Сред. Юм. Мăшкăлтăк шывĕ (питсĕм, алсĕм çунă шыва калаççĕ). N. Мăшкăлтăк шу чресси. КС. Мăшкăлтăк шыв, помои. Шибач. Мăшкăлтăк шу. Кармалы. Мăшкăлтăк шывĕ. Пшкрт. Мăшкăлтăк шу. См. мăшкăлтăш.

мăшкăл-хурĕ

издевательство. Беседа. Вăл мĕскĕн хăй упăшкинчен тĕрлĕ мăшкăл-хурĕ курнине пăхмасăр, ăна кăкăр ĕмекен ачана пăхнă пек пăхма хăтланать.

мăшт

(мы̆шт), подр. умолканью. N. Йĕчĕ-йĕчĕ те, мăштах пулчĕ. Плакал довольно долго, а потом даже не слышно стало. N. Çав тĕрлĕ çĕмĕрлекен Новгород мăштах пулса тăнă. Сред. Юм. Манпа пĕрехмай лăкăртатма хытланать, пĕр-ик сăмах каларăм та, мăштах пулчĕ. Баран. 61. Левшин хуттăрĕнче мăштах пулнă. Ib. 8. Пурте мăштах тăраççĕ. N. Мана курсан пурте çĕлĕк илчĕç те, ман тума курса, пурте мăштах пулчĕç. СПВВ. Мăшт пулчĕ, замолчал недовольный. Тюрл. Мăшт туса çӳрет. Не говорит, сердится, дуется. || Подр. выражению недовольства, презрительно-пренебрежительного отношения. Тюрл. Пирĕн пекки патĕнчен мăшт анчах иртсе каят.

мĕн тĕрлĕ

какой, сколько, до какой степени, чрезвычайно хороший. Янтик. Аслă вăрманĕсем мĕн тĕрлĕ, çулçисем тăкăнаççĕ çав тĕрлĕ. N. Пĕрин мĕн тĕрлĕчĕ те учĕ, çапах çитеймерĕ.

ютшăнтар

понуд. ф. от гл. ютшăн. Канон. Пур тĕрлĕ асапран та ютшăнтар мана: пуринĕн те патшине тархасла.

йӳç

(jӳc'), бродить, киснуть. КС. Якейк. Вăл (лекарство) çапла эрне йӳççе ларать (должно киснуть). Собр. Шыв йӳççен, çын вилет, теççĕ. Если киснет вода — это к покойнику. Юрк. Шыв йӳççен, çумăр пулат (будет дождь). Пис. † Хурама айне хурт ларать; хурт ларин те, пыл йӳçет. || Покрываться особыми облаками. Альш. Йӳçет. См. хăймалан. || Горький, кислый. См. йӳçĕ. Собр. 188°. † Йӳç тул кукли йӳçĕ мар; пĕр çыртсассăн, йӳçĕ пек (кажется кислым). Çăварни. Вăл (он) суя тĕнлĕ çынсем вĕрентнĕ тăрăх (по учению) тĕрлĕ ӳсĕртекен йӳç шывсем (горькие напитки) тупма пултарнă.

йӳçĕ

(jӳз'э̆), кислый, горький. Зап. ВНО. Арăм-ути пек йӳçĕ. Горек как полынь. КС. Йӳçĕ — бывший в брожении: горький. Отсюда: йӳçĕ — болото (где вещества находятся в брожении). Чăв. й. пур. 38. Ху тунни тутлă пулĕ, янти йӳçĕ пулĕ (т. е. не зарься на чужое). N. † Йӳçĕ ĕççе, тутлă калаçрăмăр, ялан çамрăк пуççене хуйхăртса. Ч. С. Айван ывăл-хĕре, пире, хапăл ту, ырă туррăм, ырă чӳклемем! Йӳççе (чит. йӳçĕ ĕççе) тутлă калаçмалла ту, ырă чӳклемем, çырлаха пар. Амин. Нюш-к. Йӳçĕ çăмах çине йӳçĕ яшка. (Послов.) N. Вара хăнасем пурте лараççĕ те, çиме-ĕçме тытăнаççĕ. Ак çапла каласа ĕççе-çиеççĕ: йӳçĕ ĕççе, тутлă калаçмалла пултăр! теççĕ. Юрк. Йӳçĕ улма. Собр. † Йӳç пашалу, урпа çăнăх (sic!), тăвар ярса çирĕммĕр (sic!). || Горечь. Ала 71. † Турат куçĕ куркисем, эрĕм йӳççи сăрисем. Орау. Сăмса шăтăкĕ çăвар маччинче пырпа пĕтĕçнĕ çĕрте ман ир яланах темскер йӳççи тăрать. В. Олг. Куçа йӳçĕ кĕрет ― ест глаза (от дыма). || Шибач. Йӳçĕ (о бане: угарно). V.S. Мульчара йӳçĕ пулчĕ. || Яд. Посл. 7,8. Анчах чĕлхене чарма этемрен никам та пултараймасть: вăл чарма çук усал япала, вăл пĕтĕмпех вĕлерекен йӳçĕпе тулнă. || Огорчительный. Пазух. Чипер-чипер, аппине, эпир кула пуçласан, йӳçĕ пулчĕ сар ача (т. е. когда мы стали насмехаться над ее любовью, ей стало не по себе). || Квас. Ст. Чек. О сохр. зд. 75. Çавăнпа пирĕн пурте кăвас (йӳçĕ) ĕçме юратаççĕ. Юрк. Йӳçĕ = кăвас, квас. N. Кăна кура ачасен ашшĕсем ачисемпе йӳçĕ тума (для варки кваса) шкула салат парса яра пуçларĕç. Календ. 1910. Йӳçĕ кăрчанкă чирĕнчен пулăшма пултарать. О сохр. здор. 75. Çынсем нумайĕшĕ кăвас (йӳçĕ) ĕçеççĕ. Кăваса (йӳççе) тĕрлĕ тырăран тăваççĕ. Альш. Йӳçĕ ĕçсе пăсăлтăм. Испортился от того, что пил квас. СПВВ. Йӳçĕ, йӳçек.

йăл

(jы̆л), подр. простому однократному отблеску. Юрк. † Урамăрпа иртсе пынă чух, йăл курăнчĕ сирĕн хăй çути. || Подр. блеску жидкого вещества. Вотлан. Йăл! чăсăлаканне илетни, шарт! катăлаканне илетни. (Пылпа сахăр). || Подр. улыбке. N. Марье тути мăрт! турĕ, Иван тути йăл! кулчĕ. А. Турх. Йăл кул, улыбнуться. Ст. Айб. † Савнă тусăр пултăр, сарă пултăр, куçран куçа пăхса, йăл! култăр. Пшкрт. Вы̆рт пы̆ђас та, jы̆лолас. Сир. Ăслă çын хуллен йăл кулайса илет. СТИК. Хирĕç пăхат та, йăл кулат. (О приятной улыбке). Юрк. Çĕнĕ кĕнекесем теннине илтсенех, ку, пĕчĕк ача пек, темĕн тĕрлĕ савăнса, йăл кулса ярат та: ăçта, кӳрĕр-ха, тет.

йăлт-ялт

подр. неодинаковым мгновенным движениям. Зап. ВНО. Йăлт-ялт сиккелет. IЬ. Чĕрĕ пулă йăлт-ялт! сиккелет. Çутталла 70. Çуна хыççăн çамрăк тиха, кĕçенсе, йăлт-ялт! сиккелесе чупать. СТИК. Йăлт-ялт! сиккелесе çӳрет («прыгает мегко, весело»). Сёт-к. Çиçĕм йăлт-ялт турĕ. IЬ. Йăлт-ялт пăхать. Регули. 1288. Йăлт анчах кортăм (я видел только в течение одного мгновения). IЬ. Çиçĕм йăлт-ялт çиçет. Ч.С. Манăн лаша, тĕрлĕ сас-чĕвĕрен хăртлатса хăраса, йăлт-ялт пĕр енчен тепĕр енне сиксе ӳкет (на пожаре). Сред. Юм. Хавасланнă çын пит йăлт-ялт çӳрет («показывает на легкость ходьбы»). IЬ. Йăлт-ялт пăхать («по временам скоро оглядывается!»). Орау. Пăхкалать, йăлт-ялт пăхкалать (быстро осматривается); унтан, мана курчĕ те, хăмла çине (в хмель) кĕрех карĕ. || Подр. прядению ушами. Сунт. 1926, № 7,3 Пырсан-пырсан, пуçне ывăтса хăлхисене йăлт-ялт вылятса илет.

йăмăх

(jы̆мы̆х), ослепляться; болеть (о ломоте). Тюрл. Йăмăхать куç, хĕвел çине пăхтармас (болит). КС. Хĕвел çине пăхсан ― куç йăмăхать. Ib. Пĕр-май хĕрлĕ çине пăхсан, куç йăмăхса каять. См. шар. Ст. Чек. Куçа хупман чухне япала тивсессĕн, куç йăмăхат. Календ. 1904. Куçĕсене иккĕшне те лайăх пăхас пулать: йăмăхмаççĕ-и? А. Турх. Йăмăхас («глаза от света или ветра»). Чув. календ. 1911. Хăш чухне тусанпа е шăрăхпа куç пăсăлать, куçĕ, хĕрелсе кайса, тем тĕрлĕ йăмăхса сурать. Сред. Юм. Паçăр ыраш пĕрчи куçа сирпĕнсе кĕчĕ те, куç хал те йăмăхса тăрать. Давеча в глаз попало ржаное зернышко, и глаз до сих пор болит. Сборн. по мед. Ун пек çĕрте сывă куç та йăмăхать, хĕрелсе каять.

йăнкăл-янкăл

(jы̆ҥгы̆л-ҥгы̆л), подр. качающейся походке высокого мужчины. Икково. Янтик. Епле йăнкăл-янкăл туса утса пырать; таçта васкат у тĕрлĕ (торопится и шагает неравномерно быстро). КС. Лаша тăтăрхи пулмасан, йăнкăл-янкăл утать (слабо, нетвердо). Сред. Юм. Йăнкăл-янкăл ôтать = енчен енне сôлланса пырать. СТИК. Йăнкăл-янкăл — форсун (хорошо одет, отбивается от работы). N. Йăнкăл-янкăл — шальной. Тюрл. Йăнкăл-янкăл солланса пырать (напр. хăнкăра; о слабо привязанном колокольчике). || Подр. неодинаковым дижениям легко проглатываемых предметов. СТИК. Хай выçнă хырăм йĕркелĕ те çие пĕлмест: салмасем пĕр чăмлăмасăр йăнкăл-янкăл анса каяççĕ.

йăрăх

(jы̆ры̆х), назв. злого божества. См. йĕрĕх. А. Турх. Йăрăх тытать. М. Васильев. Йăрăх, кĕсен-çăпан кăлараканни пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ-пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă; хĕш чух (так!) çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем пăрахнă. Н. Шинкус. Тĕрлĕ киреметсене, тĕрлĕ йăрăхсене хисеплесе, вĕсене парăнса пурăнаççĕ.

йăт

(jы̆т), поднимать, носить, таскать, положить на себя и нести. ЙӨН. Таканапа шу йăтаççĕ, витре ăшĕнче пуç çăваççĕ. СЧЧ. Мирон пичче хай йĕрĕх пĕрнине илчĕ те, пахчаналла йăтса кайрĕ (понес). Ч.С. Çынсем хăшĕ чĕрес, витре, касмăк çĕкленĕ те, шыв йăтаççĕ (таскают воду). Ала 55. Йăтсан-йăтсан, манăн кĕлетре нимĕн те юлмаþ (я перетаскал все). Орау. Ула-кураксам йăва çавăрма хулăсам йăтаççĕ. Вороны таскают прутья для гнезда. N. Анна вут йăтма кайнă. Анна пошла таскать дрова. N. Ачана йăтнă ― пырать. Несет ребенка. М. Кукшум. Пирĕн те вут йăтас, çын янтипех ăшăнса выртас мар пăрмаях. Шимер-Пось. Вĕсем ахаль пыман-мĕн, çăварĕсемпе пылчăк йăтса пынă (таскали во рту грязь). Упа. Çак упа тус пирĕн пуçне йăтса пăхать (поднимает голову) ― хыр йăвăсĕ çинче вĕлле çакăнса тăра парать. Якейк. Йăтиман нумай йăтнă, тет. (Послов.). Курм. Вăл кĕнекесене пасарта, тата ялсенче йăтса çӳресе сутать-чĕç. N. Ĕлкĕрмен-и-хă? ― Ĕлкĕрнĕ; йăтса кĕреп ĕнтĕ. Разве не готово? ― Готово, сейчас внесу. Сюгал-Яуш. Вара пулăсене йăтрăм та (положил на себя), киле кайрăм. N. Йăтса пыр, нести, тащить. N. Йăтса çитер, донести куда. Орау. Хăшĕ хĕрне йăтса çӳременни анчах. Иная готова дочь свою носить на руках, т. е. очень балует ее. Чаду-к. Кайран вара саккăрăн яла йăтса хăпарчĕç. Çĕнтерчĕ 29. Тулла шăтăка йăтса пăрах. Сл. Кузьм. 66. Вăл тинĕс хĕрринчен темĕн тĕрлĕ чăнкă ту çине михĕпе тулă йăтнă (таскал мешки с пшеницей). Взять что-либо, чаще ― тяжелое. Альш. Аслă ывăлĕ хăйрине (точило) йăтать, тет те, каять, тĕт, çӳреме. Шурăм-п. № 16. Хыйă йăтнă. Взяли лучину (лучинки) в руки. Ала 26. Мĕн тума (к чему) ун чухлĕ сухари йăтăрăн? (взял с собою). Шибач. Хоçи сенкĕ йăтрĕ (взял) те, чопрĕ хытă çав ачасам патне. || Добыть в изобилии. Якейк. Апи ĕнтĕ кăçал хăяр йăтса илĕ! [у тебя (говорит матери) нынче будет много огурцов]. ― Йăтса илес çок эп, лартмастăп та. Янтик. Ну, йăтрăмăр пулла. Ну, и наловили мы рыбы! (т. е. поймали много рыбы). || Выдерживать. Орау. Пăр хулăм шăннă ĕнтĕ, лашана та йăтать (выдерживает лошадь). Ч.П. Пилеш пиçсе çитнĕ чух, аври йăтса лараймасть. || Принимать (в картах). N. Йăтрăм. Я принял. || Обрушить. Срв. и ш. N. Уç! Уçмасан, йăтса антарап, тет. Он говорит: «Отвори, а то я разрушу (избу)» Синерь. Тапратрĕç, тет, вăрçма кашкăрпа вуникĕ мăйракалли вите (sic!) йăтса антарас пек. Чорт и волк принялись драться так, что казалось, что они обрушат конюшню.

вĕрӳç

вĕрӳçĕ, колдун, знахарь. Сред. Юм. См. Магн. М. 12. N. Вĕрӳç, волшебник. Н. Шинкус. Çак çĕр çинче хĕрĕх те пĕр (здесь пĕр ― энкл.) тĕслĕ вĕрӳçĕ пур. (Из наговора). Макка 230. Вĕрӳçĕ. Çак сăмах тухнă вĕрес тенĕ сăмахран. Вĕрӳçĕ вăл вĕрет, сурать кăларать чирлĕ çын ăшĕнчен чирне, теççĕ чăвашсем. Вĕрӳçĕ юмăçпа пĕрех. Вĕрӳçĕ вăл акă çапла вĕрет: илет чей куркипе шыв, унта сăмахсем кала-кала сурать те, чирлĕ çынна ĕçтерет. Вĕрме пултарать вăл: шыв çине, çу çине и т. д. Болезни. Юмăç, вĕрӳçĕ çине шанатпăр. Чуратч. Вĕрӳçĕ кирек мĕнле çыннăн е алли, е ури, тата ытти чирсене те вĕрсе тӳрлетет. Кирек епле чире те, çĕçĕ илсе, суран патне тытса, хăйсен сăмахсене калаççĕ. Тĕрлĕ чире тĕрлĕ сăмах калаççĕ. Кунта эпĕ пĕр юмах çыртăм: шăл вĕрри. См. Магн. М. 12.

вĕç

(вэ̆с'), летать. Орау. Çунтарнă хут татăк(ĕ)сем, тăрпаран тухса, сала кайăк ушкăнĕ (или: пуххи) пек вĕçе-вĕçе анаççĕ (летят). СПВВ. ПВ. Вĕçес кайăк турат вĕçне пырса ларнă, тет. (Послов.). Альш. † Шулап çинчи шур кайăк, çын хускатман пулсассăн, вĕçес кайăк мар-ччĕ вăл. Турх. Çӳçе тавра çулçă вĕл вĕçет (развеваются). N. Çул çинче тусан анчах вĕççе тăрать. На дороге только пыль столбом. Сред. Юм. Ыран-паян вĕçес пик тăрать. (Говорят про человека, который собрался ехать куда-нибудь в дальнюю дорогу). Чув. прим. о пог. Уяр çӳлелле вĕçсен, уяр пулать; аялалла ― йĕпе пулать. Если божья коровка (с ладони поднимется на палец, а потом) полетит кверху ― к ведру; книзу ― к ненастью. Артюшк. Еруплан вĕççе пынă чуне (или: чух) ун сине лармалла мар (нельзя сесть). || О сне. Сир. Ыйăхăм та вĕçрĕ ĕнтĕ. Я лишился сна. Орау. Ăйăх вĕçрĕ ман(ăн) кĕçĕр, нимле те çывăраймастăп. У меня нынче бессонница, не могу уснуть. || 0 мысли. Утăм. № 1, 24. Аса илтĕм эп тăван киле, тĕрлĕ шухăш вĕçрĕ (пролетели) пуçăмра. || О настроенни. Толст. Ăшĕ вĕçнипе (с тоски). || Хвалиться, хвастать. Орау. Ытла вĕçет вăл Шулай Якуþ; эсĕ вăл мĕн каланине пурне те чăн тусан, вĕçне-хĕрне тухас çук. Ib. Пăхне пĕлет-и вăл? ― вĕççе çӳрет çав. Унăн çĕр сăмахĕнче те вуннăш тĕрĕсси çук пуль. || Быстро итти (ехать). НАК. Уйя (в поле) туххăрăм та, вĕççе пыратăп; йытă умран чупса пырать (бежит впереди). Сказки и пред. чув. 34. Акă, сирсе халăха, вĕçсе тухать сирпĕнсе Тукмак Петĕр çырă ача. N. Шуйттан ачи те унăн хыççăн вĕçе пачĕ, тет (помчался). Коракыш. Кусем патнелле пĕрскер (некто) лашапа вĕççе килнĕ. Ир. Сывл. 35. Вĕçе-вĕçех ывтăнчĕç улăх тăрăх хресченсем. Орау. Ха, вĕçет, ури алли çĕре тимеçт! || Исчезнуть. Орау. Пуртă анчах çакăнта выртаччĕ, таçта вĕçнĕ те (и след простыл)! Ах, ку ачапчапа! япалана туххăм таçта исе каяççĕ! || Тим. † Кĕмĕл юпа тăрринче куккук вĕççе ларат-çке. См. вĕççе лар.

вĕççĕн

(вэ̆с'с'э̆н'), употребл. в см. послелога. N. Укçа вĕççĕн пурăнат. Живет покупая все на одни деньги. СТИК. Чăлха вĕççĕнех (в одних чулках) тухса карăм. Ib. Хӳме урлă чĕрне вĕççĕн тăрса пăхат. Встал на цыпочки и смотрит через забор. СПВВ. Кĕпе вĕççĕн (в одной рубашке); сăхман вĕççĕн (в одном кафтане). Ч.С. Кил-йышсем калаччĕç: кĕтĕве хăвалама та ĕнтĕ пĕр ĕне вĕççĕн анчах тăрса юлтăмăр (остались с одной только коровой, во время мора). В. Тим. Пĕчĕкçĕ тихам пур, вĕрен вĕççĕн (на веревке) тăранать. (Йĕке). Яргейк. Хăй аяккалла килкепе вĕççĕн кайса выртрĕ, тет (он). С. Мокш. Чĕлпĕр вĕççĕн лаша мăнтăрланать. (Йĕке тулни). Т. II. Загадки. Пĕчĕкçеççĕ тур лаша вĕрен вĕççĕн тăранать. (Йĕке). Ч.П. Вĕрен вĕççĕн вăл вылять (лаша). КС. Вăл ĕнине ал вĕççĕн (из рук) тăрантарса усрать (кормит хорошо, хлебом и пр.). Бес. о земл. Курăксене, тырăсене е алă вĕççĕн (руками), е тĕрлĕ машшинасемпе пухаççĕ. НАК. Вĕсем (большие парни) пĕчĕк ачасем пек алă вĕççĕн илсе çисе çӳремеççĕ (не кусочничают), сĕтел хушшине ларсах çиеççĕ. (Сурăх ури). N. Сăмах вĕççĕн çырни, диктовка. СПВВ. Хăйсем вĕççĕн (или: ĕççĕн), сами по себе, самостоятельно. Ч.С. Аттерен анне вĕççĕн (с одною только матерью) пилĕк çулта юлтăм. Ст. Чек. Ун вĕççĕн (с его помощью, т. е. пользуясь его милостью) çăккăр çимелле ан пултăр!

йăтăнса лар

стоять массой, громадой. Ч.С. Унта çырла пит нумай, хура вăрман (лиственный лес) пек йăтăнса ларать (и такое множество, что они затемняют землю). Сред. Юм. Ах тôр, Хосанта кăш-кăш çôртсем йăтăнса лараççĕ, тепле çĕр чăтса ларать! («Йăтăнса» показывает на величину и на силу давления, производимого зданиями). КС. Хусанта тем тĕрлĕ чул çуртсем йăтăнса лараççĕ. N. Ир тăрсан, пăххăрĕç, тит те, пӳрт йăтăнса ларать, тет. Икĕш те хăраса кайса ӳккĕрĕç, тет. („Йăтăнса ларать“ не означает развалин, а указывает на громадность здания).

йĕрке

(jэ̆ргэ, jэ̆рэ), порядок, чин, церемония. N. Вăл чӳкĕн йĕрки ак çапла. Порядок этого жертвоприношения вот таков. N. Пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ кăшкăрашнă, ним йĕрки те пулман (никакого порядка не было). Чăв. й. пур. 26. Пӳртне çынсем йĕркине лартман, хыçала, çынсем хыçне, лартнă. Избу поставил не в общем порядке, а на задах. КАЯ. Çавăн пек ĕç йĕркине ăстариксем хытă пĕлеççĕ. || Очередь. Ашшĕ-амăшне. Ну, Лисахви, тенĕ: халĕ санăн йĕрке ĕнтĕ (теперь твоя очередь). N. Вырăн çине выртма-кăна йĕрке юлсан... Юрк. Чăваш та пырса чарăннине курсан, лешсем кунтан куласшăн: итле-халĕ, чăваш, сана авăртма йĕрке (рет) час тивес çук, эсĕ чи кайран килтĕн. Куратăн, санран малтан килнисем нумай; час авăртса каяссу килсен, тутар сăмахне: бзав, тесе, пире каласа пар, тенĕ. Рекеев. Йĕрке хывас или: рет хывас, обходить родных (визитировать) в первый день Пасхи. || Ряд (людей). Янбулат. † Йĕрки-йĕрки хĕр тăрать; ларас текен нăмай полч чон савани (саванни?) полас çок. Стоят рядами девицы; много оказалось желающих сесть, но нет среди них такой, которая была бы по душе. Сĕт-к. Выçакансем йĕрке туса тăраççĕ. Играющие образуют ряд. || Строка. Якейк. Б. Олг. Йĕрке, строка (письма). || Венец (бревен). Б. Олг., КС. Изамб. Т. Кутник тĕлĕнче маччаран пĕр-ик йĕрке аяларах сент(ĕ)ре пулат. || Строка в лапте. Пухтел. || Табель, таблица. М. П. Петр. || Обряд, обычай. Туй. Ашшĕпе амăшĕ калаççĕ: эй ачам, пиртен тухнă йăла мар, авалтан, ваттисем кăларнă йĕрке, теççĕ. N. Ку йĕрке çапла пĕтет. Чхĕйп. Вăл йĕрке пĕтсен. Когда окончится этот обряд. Бюрганский. Акă унăн йĕркине эпĕ сире каласа кăтартам-ха. Ib. Акă эсĕ мана вилнĕ çынсене асăнас йĕркене каласа парчĕ. Юрк. Карта пăтти те çӳк йĕркиех. N. Вара чӳк йĕркине калама пуçлать (молитву). Шурăм-п. № 22. Ĕлĕкрен юлнă йĕрке. Стариниый обычай. К. -Кушки. Тата, пит кирлĕ пулсан, тăхăр ялпа учук тунă йĕркине ярăпăр; ăна çырса хурас терĕç. || Повод; обстоятельство. Макка 130°. Эпĕ авланнине есир пĕлетĕр-халĕ. Йĕркине те пĕлетĕр пулĕ. || Обыкновение, правило. Ст. Чек. Упăшка хыççăн кайса: упăшка йĕркине тытса, упăшкана мĕн кирлине парса тăрса... Суждение. Намăс йĕркине пĕлмен вĕсем, çарамасах пурăннă. || Дело, касающееся чего-либо. Ч. С. Унта (т. е. в больницу) кайсан та, самай пулас çук çав (то-то и есть что... ему не будет легче...), ку пулнитса йĕрки мар; пулнитса йĕрки пулсан, кунта та турленĕ-ччĕ вăл. (Из рассказа «тетене керемет тытни»). Такмак. Эсир мĕн йĕркепе (зачем) килтĕр? N. Эпĕ вăрă туса, вăрă йĕркипе мар (не по воровскому делу) карăм салтака. || Уклад жизни. Изванк. Ватă-вĕтĕ пулмасан, пĕр йĕрке те килмеçт, теççĕ. (Посдов. Чхĕйп. Пуçлăхсам та, çаксĕне тĕрĕс туса тăмасан (если не будут это выполнять), халăха ырă йĕркепе усрияс çук. || Значение. Юрк. Курпунна кăларса, кутна мăкăртса, хытăрах ĕçлесен, тин çын йĕркине кĕрĕн, унсăрăн кахал анчах пулса тăратăн. || В качестве послелога. Юрк. Салтак йĕркипе (по делу о воинской повинности) пире, тетепе иксĕмĕре, прикаса чĕнтерчĕçĕ. Регули 167. Эп омпа поплесе пол тытнă тăрăх (или: тытнă йĕркипе). Я говорил с ним о (по поводу) рыболовства. || Случай. Кан. 1927, № 210. Ыӳрт пĕренисене те çав йĕркепех йӳне илтĕм. N. Эпĕ унăн йĕркине тупăп. Я разберусь в этом деле, т. е. добьюсь того, чтобы оно было решено по закону. (Так сказал человек, неправильно увояенный с должности). || Поветрие. В. Олг., Пухтел. К.-Кушки. Халăх йĕрки, поветрие. Ib. Санăн куçă мĕшĕн пăсăлнă? — Темĕншĕн, те халăх йĕрки пулчĕ. ||. Занятие; отрасль хозяства. Чтен. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ йĕркин усси çинчен.

йĕркене кӳрт

приводить в порядок; урезонивать. Чăв. й. пур. Темĕн тĕрлĕ пĕлекен çын та вăсене каласа йĕркене кӳртес çук ĕнтĕ, вăсем хăйсеннех тăваççĕ.

вакла

разменять, мельчать, крошить, изрезывать на части. Изамб. Т. Хăвăн укçу ман çумри укçана ваклама çитет-и? Хватит ли у тебя денег разменять мои деньги? N. Вăл хура (гуся) вакламасăр пĕçереççĕ. Торп-к. † Порçăн пушине ваклама хурăç çеçĕ кирлĕ-мĕн. Имен. Хачă тытрĕ те, пире вакласа, чӳречерен, темĕскер каласа, п(ă)рахрĕ. Схватил ножницы и, разрезав хõлст на мелкие кусочки, бросил в окно, ваговорив что-то. Упа 816. Унтан тăп-тулли вакласа тунă кĕмĕл пуссем пулнă. Янш.-Норв. Пăтти пиçсе ансассăн, виççĕн, хай купаланă пашалусене тăваткăл татăк туса, вакласа хураççĕ. Ч. С. Пăрăва пĕçерме пĕр кĕпер хăми илсе килсе вакларĕç (изрубили). Ib. Тăрсан вара, вăкăрне, пусса пăрахса, вакласа, пĕçере пуçлаççĕ. N. Ĕнине пуссассăн, ашне вакланă чухне, пырĕнчен кĕленче катăкĕ тупнă. || В перен. см. Якейк. Сăмах ваклакан çын сана тем те топса парĕ (о находчивом разговорчивом чел.). Çутталла 20. Çынсем утрĕç ерттелпе, тĕрлĕ сăмах вакласа. КС. Вăл пит сăмаха вакламасть. Он не очень разговорчив. Сказки п пред. чув. 105. Ку темĕнле йăваш хĕр, тесе, халлап ваклаççĕ. Ib. 27. Туй халăхне йĕртнине халап туса ваклаççĕ (повествуют). Изамб. Т. Вакла — говорить пространно и без пользы. Ib. Ан вакла ĕнтĕ! эс вакламасан та пĕлетĕп. Не рассусоливай, и без тебя знаю. N. Сăмаха пит ваклакан çын, человек слишком много говорящий. || Распределить. Хыпар № 8, 1906. Çав 854 миллион (= мĕлюн) тенкĕ укçана 138 миллион çын çине вакласан, кашни çынна, арçынна та, хĕр-арăма та, 6 тенкĕ те 19 пус тивет. || Рассматривать, обсуждать в подробностях.

валĕм-хуçа

назв. почитаемого существа. См. Магн. М. 75. Н. И. П. Пӳлертен Валĕм-хуçа патне кайнă çĕрте, ту хĕррипе пынă чух, ту уçăлса кайса, хĕрсем, тухса, çылăхсăр çынна исе кĕреççĕ. Унта вăсам темĕн тĕрлĕ илемлĕ чечеклентерсе пĕтернĕ шап-шурă тумтирсемпеле, тӳшек-минтерсемпеле пурăнаççĕ, тет. М. Сунчел. Е пĕсмĕлле! Валĕм-хуçа, сана та асăнатпăр, витĕнетпĕр, эсĕ хăвăн ывлусене хура халăха тивме ан пар. (Моленье). КАХ. Сана асла вĕлĕ шăллĕ, Валĕм-хуçа, ачам-пăчампа пуççапатăп, асăнатăп. (Моленье в тайăн сăра. В с. Ходарах именем аслă кĕлĕназывается Питтури). В той же молитве к Валĕм-хобращаются со словами: „Йыттусене пирĕн выльăхсем патне ан яр“. ТЛТ. Валĕм-хуçа амăшĕ, Валĕм-хуçа... II Сунчел. Валĕм-хуçа — пӳлерти таса çăл. N. Вăн Валĕм-хуçа сăра ĕçешшĕн çăварне карса тăрат. (Гаданье). См. Пӳлер.

вылянчăк

игривый, легкомысленный. Шел. 88. Тем тума санăн çав тĕрлĕ вылянчăк пулчĕ кăмăлă. N. Унăн вылянчăк сăмахне итлесе, нуммаях усси пулмĕ (о несерьезных, непостоянных речах).

вылят

понуд. ф. от гл. выля. Чем люди живы. Хай улпут, пӳрнисемпе вылятса, пӳртри çынсем çине пăхкаласа ларать. Чем люди живы. Урама тухман, ытлашши калаçман, вылятса кулман (не шутил). Чума. Куç шăрçи пысăкланса каять те, çын вара тискерĕн, куçне вылятмасăр (неподвижными глазами), пĕрмаях пăхса выртать. N. Çăвара вылятни (болтовня) килĕшмест. КС. Вăл пит вылятса калаçать (шутит). Ст. Шаймурз. Ачасем вара амăшне алă çинче-кăна вылятса çӳреççĕ (очень ухаживают). Бел. Гора. † Вылятрăмăр утсене ылттăнланă йĕвенпе. Ib. † Атте лаши тур лаша, вылятмашкăн тухрăмăр. Сред. Юм. † Атте хапхи тăрăнче чĕкеç çӳре кăларнă; паянхи кун вылятать, ыранхи кун вĕçтерет. Юрк. † Икĕ ача сарă ача нумай вылятрăм хам умра. Сказки и пред. чув 89. Хушка çăлтăр вылятать çӳл тӳпере çуттипе. Юрк. † Хĕстертĕм купăса хул айне, кайрăм аслă урама вылятса; вылятса, вылятса пынă чух хĕрлĕ хĕр ушканне тĕл пултăм. Чăв. ист. 5. Тĕрлĕ май тупса, кăмăлне вылятать (развлекается). Сказки и пред. чув. 32. Юр юрлакан яшсене чарса, калать сăмахне, хура куçне вылятса. Альш. Сак çинче сĕтел умнерех купăççă ларат, вылятса-тапăртатса. КС. Сăмах вылятни, ябедничанье, сплетничанье. || По сравнению с игрою пчёл. Сред. Юм. † Пирĕн атте хĕр парать (замуж); паянхи кун вылятать, ыранхи кун уйрайрать. || Разыгрывать. Сред. Юм. Эп сехет вылятап. Я разыгрываю часы. || Ч. П. Вылят, пестовать (ребенка).

вилĕм

смерть, кончина. N. Вилес вилĕм пур çĕрте те пĕрех. N. Вилĕм куçа курăнса килмес. (Из письма). Книга для чт. 9. Хăшăнне (= хăшинĕнне) çамрăкла амăшне вилĕм килсе илсе каять. Ал. цв. 6. Мĕншĕн эпĕ унта вилĕм шыраса каятăп-ха? Зачем я пойду туда искать себе смерти? Ала 18. Вăл хăй айăплă пулнă пулсассăн, турă ăна çав тĕрлĕ вилĕмсенчен хăтарас çук (её). Ой-к. Çав ăстарикăн (= старикĕн) вилес вилĕмĕ çитнĕ (пришло время умирать). Собр. Вилĕм хĕрлĕ, теççĕ. (Послов.) N. Кона вилĕм час тивес çок. До этого не скоро коснется смерть. Ч. С. Пырса кĕрекене (чужих людей): мур ертсе килет вăл, тесе, çавăнтах çапса ӳкерсе, вилĕм хакне ӳкереç. (Хĕр-сухи). Псалт. 72,4. Вĕсен вилĕмĕнче ырра вĕренмелли çук, вĕсене хĕн кăтартни нимĕне те вĕрентмест. Сред. Юм. Ĕнер она хĕнесе вилĕм хакне ӳкернĕ те (избили чуть не до смерти), паян пăртак ôраланнă та, каллах çынпа вăрçса çӳрет. Н. Седяк. Вилĕм. Çын чунĕ тухсанах, кăмака çамкинче хăрăмпа çăмартана кашни хуратса, масар енелле ак çапла каласа ывăтаççĕ: çăмарта пек выляса кай, теççĕ. Çын вилсен, кăмака сакки çине япала лартмаççĕ, çын та лармас, унта вилнĕ çыннăн чунĕ ларать, теççĕ. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн хурăнташĕсем, ăна пĕлекен çынсем салат илсе пыраççĕ сăра тума. Çакăнтан вара ик-виç тĕрлĕ ĕç пуçланать: хĕр-арăмсем сăра тăваççĕ, макăра-макăра кĕпе çĕлеççĕ. Арçынсем тупăк тăваççĕ, хăшĕ çыннăн ӳтне çăваççĕ. Тупăк ăшне милĕк сараççĕ, пуçĕ айне кивĕ тумтирне хураççĕ. Тупăк ăшне çын ӳтне хунă чух: акă сана шурă пӳрт, теççĕ. Унăн какăрĕ çине хĕреслетсе пурçăн хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, батюшка хушнă тăрăх, чиркĕве илсе каяççĕ. Кĕл-туса пĕтерсен, масар çине илсе каяççĕ; унта тупăк тунă чухне тухнă турпасĕсене те илсе кайса, масар патне тăкаççĕ. Хăшĕ çĕклесе каять, хăшĕ лашапа турттарса каять. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. Çын ӳтне шăтăка хураччен, пĕр-икĕ пус укçа; «çĕр укçи», тесе, пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра яра пуçлаççĕ; унăн тăприне пурте таптама тăрăшаççĕ. — Тăпру çăмăл пултăр, ыр вырăнта вырт, теççĕ. Пытарса пĕтерсен, хĕрес кутне çăкăр татса: умăнта пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Вилнĕ çынна çĕклесе кайнă наçилккесене (носилки) çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Пытарма кайнă çынсем таврăнсан, пĕр(и) пусма çине шыв илсе тухса ыйтать: кăçта карăр? тет. Лешсем: харам ĕçе карăмăр, теççĕ. Унтан вара пурте аллисене çăваççĕ те, тӳрех, пӳрте кĕмесĕрех, унччен хутса пултарнă мунчана каяççĕ. Çын пытарма кайнă вăхăтра киле юлнă хĕр-арăмсем, пӳрте тасатса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пусса, мунча хутса хураççĕ. Мунчаран таврăнсан, вилнĕ çынна хываççĕ (икерчĕ татса пăрахаççĕ); умăнта пултăр, теççĕ. Ĕçеççĕ, çиеççĕ; унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен-çип параççĕ; çав çипне вĕсем пиçикки çумне çакса каяççĕ. Вилнĕ çыннăн чунне тамăк хуранĕ урлă çĕлен-çип тăрах каçараççĕ, тет. Çынсене панă çип те çавна анчах пĕлтерет. Тунă сăрине кашни эрне-каç, вилнĕ çынна хывса, асанса, ĕçеççĕ. Кашни эрне-каç çынсем икерчĕ, çурта тума ăвăс илсе, пыраççĕ. Аслă пумилккене Чăвашсем вăтăр кунтан, хĕрĕх кунтан е икĕ эрнеренех туса ирттереççĕ. Аслă пумилккеччен кашни эрне-каç, алăк патне сĕтел лартса, пĕрене çумне çуртасем çутса, чашăк çине хываççĕ. Пуш чашăка çуртасем айне, пĕрене çумне, сак çине лартаççĕ. Çав çашăк çине сĕтел çинчен пĕрер татăк, пĕрер кашăк апат яраççĕ: умăнта пултăр, теççĕ. Сăра хывма урăх савăт, чашăкпа юнашарах, лартаççĕ. Пурте хывса пĕтерсен, кăларса, урам хапхи тул енне тăкаççĕ. Тăкнă яшка-çăкăра йăтăсем çисе яраççĕ. Вилнĕ çын умне пĕр япала та юлмасть, анчах чăвашсем: вăл унăн шăршипе тăранса пурăнать, теççĕ. Тăкнă яшка-çăкăр шăрши вилнĕ çын патне çĕр витĕр каять, теççĕ.

винават

виновный (русск.). БАБ. Сирĕн ялсене (вашим деревенским) ку тĕрлĕ мăшкăллаттарас çукчĕ те çав (не позволили бы, конечно, насмеяться над собою) — хамăр . винават. Шибач. Эп винават мар. Я не виновен. Ала 17°. Вăл хăех каланă: винават. || Как бы обязанныЙ. БАБ. Халăх чӳк тумалла пулсан, унтан пуçне ĕç çук (без него дело не обходатся); учук тума тытăнсан, хай Митьтуç папаях (знатов молитв) винават (т. е. сейчас же его приглашают). || Вина, поступок, culpa.

вирлĕ

efficax, острый, бойкий, стремительный, крепкий, сильный, смелый, приятный, чувствительный. Употр. и в наречном см. Хăр. Паль. 31. Çăмăр, вĕтĕ етресем пек, вирлĕн анать. КАЯ. Эпĕ çак ачана чĕлхе вĕрсе тӳрлетме килнĕ; ман чĕлхе вирлĕ пултăр, чăваш чĕлхи çармăс чĕлхи пек вирлĕ пултăр. (Из наговора). Сред. Юм. Тилхепене пит вирлĕ явнă та, саççим хутланмас та. Ib. Вирлĕ утрăм. Кинул изо всей силы. Пшкрт. Вирлĕ сомак каларă мана (приятное слово). Шибач. Вирлĕ йăтать (смело). Н. Курм. Кантăра вĕçне чул çыхса утсассăн, пит вирлĕ каять. N. Куç пăсăлса ларчĕ, халь те вирлĕ пăхмалла мар. Ст. Чек. Мăшкăласа тăр-ха тата, паçăрхинчен вирлĕрех парăп (еще чувствительнее ударю). Шурам-п. № 22. Вирлĕн çупса пырать. Быстро подбегает. Альш. Тутар япали, тутар сăмахĕ пит вирлĕ (имеет ситу, влияние) чăвашра. Орау. Вирлĕ калатăн, теççĕ çынна (побеждаешь словами, прошибаешь насквозь). Ib. Лашана пушăпа хытă тиверсен: питĕ вирлĕ (чувствительно) тиврĕ, теççĕ. СПВВ. ФИ. Вирлĕ = пит хăватлă, вăйлă. Тюрл. Вирлĕ лекнĕ она (тяжело захворал). Ч. С. Ватă-вĕтĕсене ыраттармаллах çапмаççĕ, çамрăк çынсене хăш чухне темĕн тĕрлĕ вирлĕ тивертеççĕ. (Вирми). В. Олг. Вирлĕрех çап. Ударь почувствительнее. N. Он халапă вирлĕ, çитет (исполнится). Регули 1406. Утсене вирлĕрех тивер. Ib. 1407. Ку пушă вирлĕ çыпăçмала. Ib. 1408. Пăснине вирлĕрех сорса парас (о наговоре). Ходар. Тĕтĕрессе куç чĕлхине вĕрессе сĕре çынна тутармаççĕ; ăна пĕр-пĕр вирлĕ чĕлхеллĕ, сиплĕ çынна анчах тутараççĕ. N. Анаталла аннă чух аннăçем вирлĕ анатăн (скатываешься все сильнее и сильнее). Сир. 120. Вирлĕ чĕлхеллисен (остроумных) чĕлхине çĕттерет, ватă çынсене тăнран çухатать. Пшкрт. Ах, вирлĕ турăм! Ах, хорошо я сделал!

виçеллĕ

то же, что виçелĕ. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле пуç. 10. Эпир пурăнакан çĕр тĕрлĕ уйрăм япаласем (елементсем) пĕр-пĕринпе тĕрлĕ виçеллĕ хутшăннинчен пулнă.

витер

(видэр, вид’эр), понуд. ф. от вит. Толст. Ниепле те çыртса витереймерĕ (не могла прокусить). Сир. 142. Вĕсемшĕн этем касса витерейми чула касать, темĕн чухлĕ сăртсене, тусене тĕпĕ-тымаррипех йăвантарса ярать Кан. 1927, № 27. Унăн çулчи хытса çитет, хурт шăл витереймест. || В перен. см. К. С. Сăмахпа витер (прошибать словами). Чăв. й. пур. 15. Вăл пурне те вара витернĕ вет? Ведь он всем насолил. Мусир. † Çакă çыннăн сăмахĕ чĕре варне витерчĕ. Хорачка. Витерсе соялат. «Говорит понятно». Шурăм-п. № 21. Ку çынсене никам сăмаххи те витерес çук (ничем не проймешь). Сказки и пред. чув. 7. Шалт-шалт сикет, шалт тăват, сарă кин чунне витерет. N. Пирĕн кӳршĕсене хăна хурланăшăн çичĕ хут ытла хурлăх кăтартса ăшĕсене витер (пройми). N. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăват, чĕренче (= тĕренче) виттĕр витерчĕ: çичĕ ютăн сăмахĕсем чĕре витĕр витерчĕç. Лапка-лапка юр çăват, улăм витĕр витермерĕ: тăвансенĕн сăмахĕсем чĕре витĕр витермерĕç. (Хĕр йĕрри). Ап. 28. Вĕрентсе витернĕ. Сказки и пред. чув. 23. Вăл витерсе калаçать, темĕскер тума вĕрентет. || О воде. Цив. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, тренче витĕр витерет: çичĕ ютăн сăмахĕ чĕре варне витерет. Чув. календ. 1911. Çурла уйăхин 27-мĕш кунĕнче пулнă çăмăр çĕре пĕр вершук витерчĕ. Сл. Кузьм. 21. Ун çинчи суха кассисене нӳр витер, унти çимĕçе ăнтар. Череп. Витерсе пĕр çумăр та çуман. Сред. Юм. Шывва(= шыва) витеререх сап. Лей воду так, чтобы земля пропиталась ею. Орау. Хăнкăла çăмартине тем сĕрсен те витерме çук, тет; ăна вĕри шыв та витмеçт. тет. Пшкрт. С’омы̆р вєтрӓк видӓрчэ̆. Дождь промочил насквозь. || Сбывать (о товаре). Хурамал. Сутас суттăма витерсе сутма пар, турă; илессине юнеçтерсе илме пулин пар, турă. (Моленье). Т. VII. Ĕлĕк, çĕн çул иртсен, кив эрек сутма юраман, тет; çавăнпа çĕн çул кунĕ: эрек витерех патăр, тесе, йӳне панă, тет. Хыпар № 4, 1906. Суту-илӳ тăвакан (усламçă) юрăхсăр таварне витересшĕн çынсене темиçе тĕрлĕ сăмахпа суеçтерсе, ĕнентерсе улталать. КС. Тавар витер. || Продевать. См. витĕр. Изамб. Т. Тĕнĕлтен витерекеннине (сверху написано: тăхăнтартаканнине) кĕпчек теççĕ. Ib. Йĕп çăртинчен çип витерсе пар-ха! Продень-ка нитку. Ib. Пăркăç енчи вĕçне пăтаран витереççĕ. Ib. Тăпаç вăллинчен (см. вăлă) чĕн витерсе çыхаççĕ. К.-Кушки. Вĕрене ункăран витернĕ. Веревка продета в кольцо. Ib. Йĕм çăрхине йĕм кантăри витернĕ. Ib. Хăлхана хăлхалки (серьги) витернĕ. || О побоях. Пшкрт. видӓрзӓк с’апры̆м! Я здорово ударил!

виттăр

(вит’т’э̆р, в Пшкрт вєттэ̆р), то же, что витĕр. Регули 1311. Хăма виттĕр пăшалпа печĕ. Кантăк виттĕр (в окно) кортăм. Сĕт-к. † Торта толли тор лаши, торти тăрах тар йохать, çилхи виттĕр çил вĕрет. Полтава 4. Виттĕр куçпа пăхсан та, вĕçĕ-хĕрри курнас çук. Орау. Эпир ăна ырă юмаха пит виттĕр пĕлетпĕр, тулĕк питех шарламастпăр. Хыпар № 28, 1906. Тундра тесе, пысăк лачакана калаççĕ; вăл сивĕпе виттĕр шăнса ларнипе нихăçан та ирĕлсе пĕтмест. Чуралъ-к. Вĕттер витĕр, виттĕр тăрăх шерепи. (Сĕлĕ). Правописание сомнительно. Якейк. Куç ман виттĕр мар çав (плохо видят); ман куç виттĕр кормаçт; ман куç виттĕрех мар; ман куç виттĕр корать. Ib. Çак сара вăрман виттĕр уй корнать. Дик. леб 34. Вĕсен мĕлки куç-кĕçки пек таса шыв тĕпĕнчен çав тĕрлĕ витьтĕр курăнса тăнă. Юрк. Шăл виттĕр мăкăр татса калаçса, тухса та каяççĕ. Ал. цв. 27. Хĕрĕн виттĕр тас куçĕсем хуралсах каяççĕ. БАБ. Ăна эпĕ виттĕр пĕлетĕп. Собр. Вăкăрпа така виттĕр сысна йĕтĕн сĕтĕрсе тухать. (Атă çĕлени). Якейк. Пирĕн виттĕр çулла çынсам тыр вырма çӳреççĕ. Через наш двор (или: через нашу деревню) летом ездят жать. Чем люди живы. Санăн куçусем те виттĕртерех, аллусем те маннинчен çаврăнăçлăрах. Конст. чăв. Эпĕ ăна: эсĕ, Усман агай, корана лайăххăн вуласа тухрăн-а? терĕм. Вăл: вулакаланă та, виттĕрех [(до конца или внимательно) вуласа тухман, терĕ. Хурамал. Кушак тус, мана хăна-кил яратни; ямасан, пӳртӳн никĕсне, виттĕр-виттĕр (насквозь, в нескольких местах) шăтарăп, тенĕ. Якейк. Виттĕр (чипер) корнан хĕрсеме витрех парса (вар. утса) ятăмăр (т. е. отдали далеко). Календ. 1904. Сухаланă ана çинче тăпра çĕкленсе, кăпăшланса юлать; çĕкленсе выртакан тăпрана çил виттĕрех вĕрет, çапла çĕр канать, сывлăш çавăрать. Сказки и пред. чув. 105. Пире пултăрччĕ чĕлхи виттĕр касса татакан (острый), шывран вут-хĕм кăларакан. Орау. Атта сĕрмелли аван: атта виттĕрех çапать те, пӳрĕклетсе çемçетсе тăрать. Чĕмп. чăв. шк. И. Й. 11. Тутар чĕлхине виттĕртерех пĕлес тесе, вăл юри пĕр тутар патĕнче хаваттерте пурăннă. (С част. усил. «-ех» произн. витрех).

вупăр

вопăр, назв. злого духа. Срв. тат. убы̆р, русск. упырь. Н. Седяк. Вупăр — вутлă усал сывлăш. Янш.-Норв. Чăвашсем тата: çынсем хушинче вупăр пурăнать, тесе ĕненеççĕ. Вупăра пуласса пĕтĕмпех сӳл ли кайнă карчăк пулать, теççĕ. Старуха, желающая стать вуцăр’ом, входила голая в баню, оставив крест наруже (тул енне хывса хăварса). Там не заранее заготовляет для нее воду, в двенадцатнведерной кадке, на которую он плюет 12 раз («сурса») и 12 раз купается в ней. Потом он велит старухе 12 раз погрузиться («кĕрсе тухма») в эту воду со словами: «Вырăс йăс туррине пăрахатăп, вĕсене пăхăнмастăп». Затем он велит ей «мунча лапки çине (выртса) çывăрма» (заснуть). Во время сна иесемучат ее, между прочим, çынна епле пусмаллине (давить) etc. Ib. Вăл (старуха, ставшая вупăр’ом), хăйне кам çилентерет, ăна часах ерсе пусма тапратать, тет. Тата вăл уйăх çуттинче хăй тарса хăтăлаймасан, уйăха çисе ярать, тет те, тĕттĕм çĕрте çичас куçран çухалать, тет. Вăл, уйăха çисе ярсан, çынна питĕ çыпăçать, тет, пĕр-те-пĕр вăл çаклансассăн, çын вара урăлаймасть, тет; ăна çаплах пусса начарлатса вĕлерет, тет. Çынна пусни ăна хăй упăшкипе пурăннă пекех туйăнать, тет. Собр. Вупăр ватă карчăках пулат, тет. Çавă ватă карчăк, вупăр пулсан, уйăха çисе ярат, тет те, вара çынна пусма каят, тет. Çав вупăр уйăха çинине çын курсан, чӳрече çине кĕл сапсанах, уйăха çиме пăрахат, тет. Вупăр çынна пуснă чухне çын чисти вилнĕ пекех пулат, тет; вăхăт çитмесĕр темĕн чухлĕ тăратсан та, тăмас, тет. Вупăр çынна пусма кайнă чухнĕ, çын çывăрсан, кушак пулса, малти чӳречерен кĕрет, тет. Пĕрре çав вупăра, çын çывăрсан, малти чӳречене уçса, сыхланă, тет. Сыхласан-сыхласан, хай вупăр, кушак пулса, пӳрте кĕрех кайрĕ, тет. Хай вупăра, кĕрсенех, чӳречене хупрĕç, тет те, хăй(хăйă) çутса, шыра пуçларĕç, тет. Çав вупăр тану (= давно) пукан пулса выртнă, тет. Пукана çапрĕç, тет те, минтер пулса выртрĕ, тет; минтере хĕнесен, калах кушак пулчĕ тет; кушака хĕнесен, ватă карчăк пулчĕ, тет; вара питне ниепле те кăтармас, тет. Ăна вара тула кăларса ярсан, хайхине — ну, йытă пĕсĕрлентере пуçларĕ, тет! Хай вупăр кушак пулчĕ, тет те, куçран прех çухалчĕ, тет. СПВВ. ИА. Вупăр пусмасăр çын иртмес, теççĕ. Питушк. Вопăр — çынна пăсакан. Тюрл. Вопăр посрĕ (кошмар). Ч. С. Виçĕм-кун каç уйăха вупăр çирĕ (было лунное затмение). Чуратч. Чăвашсем вупăра: сысна пек, теççĕ, пӳрнисем çыннăн пек. Вăл, каç пулсан, çынсем çывăрма выртсан, пĕр-пĕр çын патне пырса, унăн çине улăхса выртать. Çапла вунăр выртнине чăвашсем «вупăр пусни» теççĕ. Вупăр, пуснă чух, пӳрнисене çын çăварне чиксе ярат, вара çав çыннăн ни кăçкăрма сасси пĕтет, ни сиккеленмелле мар пулать. М. П. Петр. Вупăр — чудовище, которому приписываются враждебные действия против солнца. Изамб. Т. Çĕрле вупăр пусат. Вупăр пуссан, качи-пӳрнене сиккелеттермелле, ул вара каят. Вупăр хĕвеле, уйăха çиет, теççĕ; ун чухне сеник (= сенĕк) юппине çурмалла, вупăр вара каят. Нюш-к. Уйăх кĕш уяртса пăхнă чухнех çĕтсен, уйăха вупăр çиет пулать вара. Макка 228. Вупăр вăл ак мĕнле: унăн хулайĕ пĕтĕмпех витрех шăтăк; чăвашсем унтан пит хăраççĕ, особенно пĕчĕк(к)ĕрех ачасем; вăл вупăр тата уйăха çиме пултарать, теççĕ чăвашсем. Çав вупăр, уйăха çиме улăхнă чухне, шур пуç юççи (на лутошку) утланса: ну-ну-ну-ну-ну-ну! тесе, вăл улăхать, теççĕ; вăхăтĕнче уйăха çиять, теççĕ. Микушк. Чăвашсем, хĕлле пулсан, çĕрле нумай лараççĕ. Хĕр-арăмсем кĕнчеле авăрласа лараççĕ, арçынсем тĕрлĕ ĕç тăваççĕ: е çăпата, е çĕвĕ çĕлеççĕ. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрат, тет. Ларсан, ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шарта сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — Ара мĕн пулчĕ сана? тесе ыйтрĕç, тет, ларакансем. — Пĕр мăнтăр, пысăк арăм, пычĕ пек, ман çия упаленсе выртрĕ пек, тесе каларĕ, тет. Пĕри вара лараканнисенчен: шăтăк шăхăрччăр, тесе каларĕ, тет. Апла каласан, вупăр тухаймаст, тет. Çавăнпа пурте шыра пуçларĕç, тет. Шырасан-шырасан, пĕри курах карĕ, тет: кăмакара, кушак пулнă, тет те, кĕтесре ларат, тет. Кушака тытрĕç, тет те, çĕçĕ илсе: пусатпăр, тесе, камне калама хушнă, тет. Кушак каламаст, тет. Вара, пусма тăрсан тин каланă, тет. Кӳршĕ арăмĕ пулчĕ, тет те: ан пусăр, тесе йăлăна пуçларĕ, тет. Вара вăл арăма шăрса ярассен хĕнерĕç, тет. Темĕн чухлĕ укçа илчĕç, тет. Çавăнтан кайран, тин пăрахрĕ, тет, кӳршĕ арăмĕ вупăр пулса çӳреме (siс!). Чертаг. Вупăр çынă (о деревьях; иначе: паталлă) — поврежденное дерево. Антик. Вупăр çинĕ. (Так говорят, если на тесте в продолжение ночи остаются какие-нибудь следы). Юç. такăнт. 10. Чарăн çак мăкăртатма. Мĕн, вупăр пек, пĕрмай янаххуна вылятан? (т. е. бормочешь). См. Рекеев II, 4.

вут-кăвар

огонь, пожар (вообще). ЧС. Пирĕн ялсем кашни çулах, таврари ялсенче выльăх мурĕ пулсан, е çын мурĕ пулсан, е вут-кăвар тухсассăн, е тата ытти тĕрлĕ чир пулсан, хĕр-аки тăваççĕ. Чт. по пчел. № 17. Хурт усрани вут-кăвартан хăрушă, тесе... Якейк. Уяр çанталăкра вот-кăвар тĕлĕшĕнчен шанчăклă мар. Ч. С. Эпĕ пĕçĕккĕ чухне вут-кăвартан пит хăраттăм: пĕр-пĕр ял çуннине курсассăн, хăранипе чĕтресе, сиксе ӳкеттĕм. Пир. Ял. 1928, № 51. Саман кирпĕчĕ туса, вут-кăвара парăнман (огнеупорное) çурт-йĕр тăваççĕ. Срв. Михайл. † Вут кăварĕ пичи пурччĕ, пĕр пĕчĕк пӳме нумай пçерттĕр, пçерттĕр, пçерттĕр — çитеримар.

вăйлă

(вы̆jлы̆), сильный, крепкий; состоятельный. Н. И. П. Вăйлă юрла. Пой громко (сильно). N. Халь вăрçă вăйлă. Теперь сильная война. Тайба Т. † Хирте тăман халĕ пит вăйлă (очень сильный буран), ял хушшине кĕрсен, епле-ши? Изамб. Т. Ыраш вăйлă пулнă, тет. (Прежде) рожь родилась хорошо. Никит. Çак калăм каçсенче тухатмăшсем тухатса çӳреççĕ; чи вăйлă çӳрекен каç юн-калăм каçĕ пулат. Ib. Икĕ-виçĕ çул ĕлĕкрех пирĕн ялта вăйлă ĕне мур (т. е. мурĕ) пулчĕ (был сильный падеж скота). Хыпар № 26, 1906. Патшалăх канашĕнче тĕрлĕ çын пур: чиновниксем, улпутсем, завод (= савăт, савут) хуçисем, пурте пуян, вăйлă çынсем (сильные люди). Ib. № 36, 1906. Халăх тата вăйлăрах ĕрче пуçланă (начал еще сильнее размножаться). О калед. Пуринчен ытла çĕре сывлăш кĕрсе тăмалла тытма тăрăшас пулать, тата çум-курăксенчен таса тытма тăрăшмалла. Çапла тусан анчах вăйлă тырă илме пулать. Альш. Кашана: вăл териех хытă ĕçмес, тетчĕç; вăл та кăçал питĕ вăйлă ĕçрĕ, теççĕ пĕр-пĕрин хушшинче çынсем. Чув. календ. 1911. Вăл хăвăрт çĕкленнĕ те, вăйлăран вăйлă кайса, нимĕç хулисем урлă Берлина кайнă. Альш. Ĕлĕкрех Куслувккара питĕ тырă вăйлă илетчĕç. Чув. прим. о пог. 424. Хурама (кăпчанкă) чечеке вăйлă ларсан, хура-тулă пулать. Если у вяза (жимолости) много цвета, то уродится греча. Чăвашсем 14. Унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă. Шел. П. 54. Вăйлă çурт, большой дом.

вăрман

(вы̆рман), лес. Макка 67. Вăл ялти вăрмансем: хурăнлăх вăрманĕ, хырлăх вăрманĕ. N. Вăрман касакан çĕрте торпас ӳкмесĕрех çок (напр., война не бывает без потерь. Послов.). Хурамол. Тĕлĕккре (так!) вăрман кассан, çын вилет, тет. Если во сне будешь рубить лес, то, говорят, это к покойнику. Альш. Вăрман — свежий, растущий лес; йывăç — сухой, рубленый лес. Юрк. Вăрман çийĕ кăвак пулсан, уяр пулат. Тоскаево. Вăрман хĕрринчи курăннă, сăмса айĕнчер курăнман, теççĕ. (Постов.). Юрк. † Пирĕн ял витĕр вăрман çулĕ. Через нашу деревню лежит дорога в лес. N. † Кайăк каçман çырмаран эпир каççа килтĕмĕр, упа тухман вăрмантан эпир тухса килтĕмĕр. Çав вăрманта хурăнлăх, вуникĕ хурăн пĕр тĕпрен: тăрринчен милкĕлĕх чĕреççĕ, тĕпĕнчен хăйăлăх çураççĕ. Çав хурăнлăхра шĕшкĕлĕх, вуникĕ шĕшкĕ пĕр тĕпрен: тăрринчен мăйăр татаççĕ, тĕпĕнчен çатан аваççĕ. Собр. Сĕм вăрмантан çеклĕлĕх тупăс çук. (Лаша хӳри). Ст. Чек. Вăрман калать тет: ман пек хăрччăр, тесе (лес проклинает того, кто его портит). Кильд. † Вăрман-вăрман (по лесам) витĕр çӳрерĕм, пĕр кашăклăх врене тупмарăм. Ау 21. Унтан каяççĕ, тет, вăрмана; вăрман тăррине улăхса лараççĕ, тет. Н. Ч. Çамрăк вăрманлă ту (гора). Эпир çур. çĕр-шыв. 21. Уй тӳпинче, усрав вăрман çумĕнче Ванюшкасси ларать. || Деревья. Юрк. Вăрмансем çинче ӳсекен çимĕçсем. N. Шалт вăрмансем лартса пĕтернĕ (насадили деревьев. Ст. Чек. Хăй, вăрман (йывăç) айне выртса, лашине куçласа тăнă, тет. Альш Вăрман тĕпне чакалама тытăнат, тет (медведь). Зап. ВНО. Вăрмантан вăрăм, курăкран лутра. (Çул.). СТИК. Эпир пахчана вăрман лартрăмăр. Ib. Çак çул икĕ енпе каяк вырăнне вăрман лартса тухнă. Ib. Эпĕ вăрман тăррине хăпарса карăм. («Во всех трех случаях не означает леса, а означает деревья»). || Лес в качестве божества. Чхĕйп. Шывсене, çăлсене, кӳлĕсене, вăрмансене, хĕвеле, уйăха, турра, вут-кăвара, çил-тăвăла. Пихампара, тата ытти тĕрлĕ япалана та нумай асăнса кĕлĕ-тунă.

эмелле

(эмэл'л’э), устроить; найти способ; лечить. N. Епле май килнĕ пек эмеллесе... М. Сунчел. Çынсем тем тĕрлĕ эмеллеччĕç те çапах вилеччĕçĕ (во время эпидемии). IЬ. Ку эмелпе те çынсем вилесси чарăнмарĕ (после прохода через земляные ворота). Чăвашсем. 2. Ача кӳпчĕкне кайса хурсан, эпи-карчăк пӳртре ача çуралнă чĕлхе эмеллет (прозносит). Ст. Чек. Ăна эмеллерĕç-ха. Его лечили. Кореньков. Олт-çич куçлăх (очки) топать те, пăсăк куçне эмеллет. Трехбалт. Земствă апчекĕнче йĕркелĕ им çам та çук. Кăрчанкă маçĕ, ешĕл-сенкер, тата ытти чурт-чураман — юрать çав çуккăр-пуккăр воччаксене эмеллеме. Аттик. Мĕн панипе тепĕр çак вăхăтчен эмеллесе (обходитесь) пурăнăр. Пиртен урăх ан кĕтĕр. (Çураçма; обращение къ мертвецам). Альш. Темĕн тĕрлĕ эмеллесен те, чĕртеймĕн (лечить наговорами). Ст. Чек. Çак ĕçе мĕнле те пулин эмеллес пулать (устроить). Ст. Чек. Урапана эмеллерĕм-ха, чирлĕччĕ (т.-е. поправил; шутка).

эмелçĕ

(эмэл’з’э̆), лекарь, врач. Знахарь, знахарка. См. Рекеев IV, 14. Спр. 70. Эмелçĕ, тĕрлĕ имçам хутăштарса, эмел тăвать.

ерлĕк

(эрл’э̆к), чувство обиды. Г. Т. Тимоф. N. Темĕн тĕрлĕ ерлĕк пулнă пирки (с досады).

эрне-çĕр

вечером накануне пятницы. Аттик. См. çураçма. Аттик. Çавăнпа, çын вилсенех, пумелккине тăваччĕн, юри пасартан пĕр явăç чашăк, йăвăç курка сутăн илсе, çав чашăк çине тĕрлĕ çимĕç пĕçерсе, кашни эрне-çĕр вилле асна-асна (=асăна-асăна) хываççĕ.

ылхан

(ылhан), проклинать. Так почти во всех говорах. См. ывхан. Ст. Яха-к. Ылханакан çынăн ылханне ан çитер, çырлах. (Из моленья). || Проклятие, злое пожелание. Изванк. Ылхан — зложелание. См. шарлаттар. Ч. С. Чăнах та пирĕн асатте, пирĕн ылхан çитнĕ пекех, нумай та пурăнмарĕ. Сред. Юм. Ылхан çитнĕ. Кам та пôлса ылхансан, хуйăх килсе пôлсан, ылхан çитрĕ пôль, теççĕ. Б. Хирлены. † Икĕ алăра ик тутăр, икĕ тутри та хĕр тутри, хĕрсĕн ылхань (т.-е. ылханĕ) çитрĕ пуль. Бюрг. Çухалнă пуç çухалат, ман ылханăм çав пултăр. Требн. Пур тĕрлĕ ылханран та хăтар. IЬ. Е вăл хăйĕн ылханĕ айне пулнă пулсан, е хăйне хăй тарăхса ылханнă пулсан, — Сана тархаслатпăр, Сана кĕлтăватпăр, Турă, каçар ăна. Сред. Юм. Кошак ылханĕ. Кошака çапсан, ô хӳрине солласан, ылханать, теççĕ.

ыра

(ыра), паз. «Закрой потолка и в раме шпунт» (Мысл.). Сред. Юм. Хӳме тытнă чухне, хӳме юпине хӳме йывçисене картса кӳртсе лартмалла пôлтăр, тесе, икĕ енчен те варак тăваççĕ, çав вараксене ыра теççĕ. О сохр. зд. 89. Çавăнпа кирек хăш пӳртре те тикĕс мар вырăнсене, ырасене, пĕрене çурăксене темĕн чухле тусан ларса тулать. Изамб. Т. Ыран юпа ырамалла. IЬ. Ырана (в паз) кӳртсе лартнă. IЬ. Ыраран тухнă. О сохр. зд. Ырари мăксем хушшинче, пĕрене çурăксем хушшинче тĕрлĕ ирсĕр япаласем пурăнаççĕ. Н. Карм. † Чӳречĕр пĕр çинче, ырăр çинче сар пурçăн хутăри хут çинче. Вута-б. «Ыра — пазь у матки и у других вещей; бывает у столбов и пр;» Требе. И. Симб. 06, 5З. Ыра (паз в доске). Хорачка. Ыра кăларас полать — надо сделать («вынуть») паз, Н. Карм. Чӳрече ыри — паз окна.

ырă

(ыры̆), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. ЗЗ9. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сĕт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет. † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (= халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ, ырă хулă пек ямăксем пурччĕ, — тăрса юлчĕç, ай, курăнать! Полт. 56. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. З82°. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну, ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Чăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр юлаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam jffendamus hôram, h. e., ut ôppôrtunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. † Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 345°). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туянать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т., VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳккелĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. IЬ. Туйеккинче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташшенчен уйăрăлтăмăр. (Из солд. песни). † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймаçть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья). СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Альш.? ЬIрă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ырă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 10°. Вăрçă хушшине ырă кĕмес. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕле». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи; здесь — сговариваются убить). || Хорошо, по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çиес. Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çияс. Полт. 49. Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе, Собр. 137°. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). IЬ. 137. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), эй, ут, тур(ă), эй, ут»? Ч. К. † Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анат-касси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

ырăлăх-сиплĕх

доброе здоровье. Сир. Эмелçĕ, тĕрлĕ им-çам хутăштарса, эмел тăвать; унăн ĕçĕ çавăнпах пĕтмест, вăл çĕр çине ырăлăх-сиплĕх сарать.

ырă сун

желать добра, иметь добрые желания. И. П. Т. Мĕн вăй çитнĕ таран сана ырă сунса паратпăр, пирĕн çак панă парнене хапăл туса ил. (Уйчӳкĕ). СПВВ. ИФ. Япала парсан-тусан, ырă сунаççĕ. Ырă япала парсан, ырă сунаççĕ; усал япала парсан, хаяр сунаççĕ. Çĕнĕ инке илсен, илекеннисем: ах, Турă, тепле ĕнтĕ пулат, теççĕ. Хĕр паракансем: ырă сунсан, ырă пулĕ; хайăр сунсан хаяр пулĕ, теççĕ. N. Ырă сунса, çыру ятăм (о поздравительном письме). Юрк. Темĕн тĕрлĕ ырă сунат. Желает всяческого добра, т.-е. призывает (на него) благословение Божие и пр. Сĕт-к. Мана ыр сонакан при та çок. N. Ăна килти çемйисем анчах хываççĕ, хăш чух ырă сунан ăратнисем те пыркалаççĕ.

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

ытар

(ыдар), найти в себе достаточно сил и решимости, чтобы отказаться от увлечения, обладания или наслаждения предметом. Ольга. Вара вăл, ăна ытараймасăр, хăй валли качча илнĕ. N. Хĕри-пăраç çине (на девиц) ытараймасăр пăхса ан тăр. Хурачка. Ытармалла мар чипер, обворожительно красивый. N. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Хура халăх кӳртетĕп (надо: кӳртетне), картишне тултаратна? Хĕрме, ытарăпин, ытарăн, кăна ытараймăн, терĕн пуль. Тур урхамах кӳртетне, картишне тултаратна? Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Хĕрме, ытарăпин, ытарăп, кăна ытараймăн, терĕн пуль. (Из «хĕр йĕрри»). N. Çавăрма çук сылтăм аллăма, ытарма çук савнă тусăма. (Из «хĕр йĕрри»). Буинск. Улăхранта улпут, аЙ, тухаймасть, улăх улмисене ытара (надо: ытарса). Ч. Й. Çак тăвансем кунта килсен, ытарса яраймасăрах, каç турăм. Собр. 31. Çын кăмăлне ытараймасан, хăйне явăр пулнă, теççĕ. N. † Ылттăн укçа памасан, ытармастпăр аппана. Альш. Иç килмĕттĕм çак киле, хамăр тăван йыхăрать, ытараймăн (надо: ытараймăп?) тăван кăмăлне. Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Хура халăх кӳртетни, карту ăшне тултаратни? Хĕрне: ытарăпин, ытарăп, кăна ытараймăп, терĕн пуль. (Хĕр йĕрри). Шемшер. † Порохотпа порохот хирĕç полсан, ытарими-ытарими кăçкăраççĕ; тӳр хĕрĕпе тӳр ачи хирĕç полсан, ытарими-ытарими поплеççĕ. Дик. леб. 48. Патшанăн ытарма çук илемлĕ пӳлĕмĕсенчен Елисана чĕрĕ (siс!) çĕр пӳрте кайса хупнă. Юрк. Кăмăлне килнисене, ытараймасăр, пĕр-ик хут та вуласа пăхнă. † Ытарайми тăвансенчен епле ытарса каям-ши? Ст. Дув † Тăванăм, тăванăм, тав сана, епле ытарам эп сана? Кубня. † Ик аллăмра икĕ кĕмĕл çерĕ, кăшне кăна ытарса кăшне хывам-ши? Ялта-кăна икĕ савнă тантăш пур, кăшне ытарса, кăшне каям-ши? Чур.-к. Ах, вăрман, сĕм вăрман! ытармалла мар сана, пытармалла сан мана. Сред. Юм. Ытла пит ытарайми (обворожительная) хĕр те мар-çке çав — аптратнă çавна илесшĕн! Юрк. Вĕсене курсан, хам та, алăри ача пек, темĕн тĕрлĕ савăнса, ытараймасăр, тăраниччен калаçаттăм. Ст. Чек. Ытарма çук аван! «До беспредельности хорошо!». Сир. 82. Эпир турă ĕçĕсене вут хĕлхемне курнă пек анчах куратпăр, çапах вĕсене пăхса ытарма çук. СПВВ. Х. «Ытарас, ытараймас». Срв. ыт, ытă. Т. М. Матв. Тав сана! — Ытармалла мар сана!

икĕ тĕрлĕ

двоякий. Двояко. Пирĕн яла икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Наше соление называется двояко. Вăл çынна икĕ тĕрлĕ пулăшать. Он приносит человеку двоякую пользу.

им

(им), исцеленне. Букв. 1904. Им пултăр, сип пултăр. || М. П. Петров. «Им — лекарство; лечебное средство в виде напитка». СПВВ. «Им парăр, имлес». Сирах. VIII. Турă çĕршыва имлĕх-сиплĕх панă, анлă-пуçлă çын çĕршыв имлĕхĕнчен усă курса пурăнать. Турă хăй хăватне кăтартасшăн йывăç имĕпе йӳçĕ шыва тутă кӳртмен-и? Эмелçĕ хăй пĕлнипе этеме имлет, чир-чĕр инкекенчен хăтарать. Эмелçĕ, тĕрлĕ им-çам хутăштарса, эмел тăвать. СТИК. Лекĕрсем панă име илме хăрама кирлĕ мар. N. Иванăн хĕрĕх кăшăллă пичĕке пур, тет. Пĕр пăккинчен пыл юхать, пĕр пăккинчен им юхать, тет. (Такмак). См. сим.

им-юм

(имjум), жидкое лекарство. Альш. Им-юм илсе килтĕмĕр. IЬ. Им-юм ĕçет. || Лекарство. Н. Карамалы. Им-юм = эмел. СПВВ. ИА. Вырăсăн им-юм, чăвашăн вĕрӳçĕ чĕртет, теççĕ. У русских вылечивают лекарства, а у чуваш — знахари. Н. Изамб. Вăл имне-юмне çĕрĕк çăнатапа туртса килнĕ (Ашаматман-карчăк). Паас. Им-юм — заклинания, при помощи которых лечат болезни. || М. И. Петров. «Им-юм — тары-бары». || «Нечисть вообще» (т.-е. злые Духи). Кудемер. Им-юм — лăп(лôп)-лан. См. лăп-лап. Стеф. 18. Темĕн тĕрлĕ им-юм çулăхĕ. || Дрянь, т.-е. человек, не имеющий значения. Сред. Юм. Им-йôм = дрянь. IЬ. Çавăн йыш им-йôм та полса çынна канçĕрлесе çӳрет те, кули ытти канçĕрлемĕ. Если уж такая дрянь не дает (человеку) покоя, то что говорить о других! См. юм. || Порядок. Употребл.. в выражении: имĕ-йôмĕ те çôк, в беспорядке. Сред. Юм.

имле

(имл’э), лечить. М. И. Петров. Сирах, ХVIII. Чув. кал. 1911, 6. Темĕн чухлĕ макăрса та выльăхна чĕртеймĕн, макăрас вырăнне часрах имлеме тытăнас пулать. Скотолеч. 7. Чĕмерене (сулана) ак çапла имлемелле. Сирах, hVIII. Эмелçĕ, тĕрлĕ им-çам хутăштарса, çынна имлет. Слепой. Çак амална имлес полать (надо лечить). Чума. 1879 çулта çынсем чумапа чирленĕ вăхăтра пĕр Субботин ятлă доктор нумай чирлĕ çынсене, имлесе, вăл чиртен сыватнă.

ирĕк

(ирэ̆к, ирэ̆к'), свобода, воля. Свободный, вольный. Свободно, вольно. Приволе. Привольный. Власть. Соизволение. Ист. Киеври халăх авалтанпах княçсене улăштара-улăштара лартса ирĕке вĕреннĕ. Полтава. Ирĕк çын, свободный человек. Хып. 1906, 31—2. Ытлашши мĕн тăвас икĕ лаша усраса, утă-улăм ирĕк мар. Сборн. мол. 239. Эй туррăмăр, эсĕ ху ирĕк туса çуралнă, ху кăмăл туса килнĕ. IЬ. 44. Нумай хĕрхенекен кăмăлупа, унтан çуралма ирĕк тунă. N. Хăта калать: пиртен ирĕк, тет. Тăват кĕтессинчен пĕр кĕтессине пирĕн çак туй халăхсене кĕрсе тăма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Ст. Яха-касы. Ашшĕ-амăшсем кайсассăн, вара ачисене килĕнче пĕтĕмпех ирĕк пулать (бывает свободно, раздолье). Цив. Вăрманти çулçă сарличчен, вăрман хушши питч(ĕ) ирĕк; вăрманти çулçă сарăлсан, вăрман хушши тăвăрланать. Качал. Çĕлен калать: халĕ санăн ирĕк (=ты хозяин, твоя власть) çĕр çинче. Орау. Ирĕкре (напр., в поле) ӳсекен йăвăç çӳллĕ пулмасть. Хып. 1906, 15 (16?). Улпутсен аллинчĕ нихăçан та пурăнман — иĕк пурăннă. Конст. чув. Турккă хĕрĕпе ирĕклĕ пурăнса, укçасене пĕтерчĕ. Жил с турчанкой на широкую ногу и промотал капитал. Ст. Айбеси. Туррăн ирĕкне çын пĕлмест, теççĕ. (Послов.). Сĕт-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкке? N. 88 саккинче(н) пĕр сакки çак туй халăхне ларса канма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Букв. I, 1904 г. Тилли пулă лавĕ çинче ирĕк илнĕ, тет (стала распоряжаться по-своему). Альш. Çĕр пулнă ирĕк. Янш.-Норв. Хăвăрта ирĕк = воля ваша. 2 Кадыш, Цив. в. Хăвăрăн ирĕк, мĕллĕ тăватăр (воля ваша). N. Тăхăрвун хăминчен пĕр хăми пире ирĕк пулмĕ-ши, выляса, кулса, ĕçсе çиме? (Такмак) N. Хуларан ирĕк çĕре тухнă. Эсĕ епле çав тĕрлĕ чипер аван арăмна ирĕке (scr. йрке) прахса кайăн? Ч. П. Çакăях та ырă чунăм, ӳссен, ирĕкĕнчен тухас çук. О сохр. зд. Урамсенчен, кил-картисенчен тислĕк, ытти таса мар япаласене те хире (уя) кăларса тăкмасан, е тата çĕрме ял хушшинех ирĕк çĕре купаласа лартсан, эпĕ çанталăкра вĕсем çĕре пуçлаççĕ. Сказки. Иван вара чула тытрĕ, тет те, ирĕкелле утса ячĕ, тет (= на волю). О сохр. яд. Тăвăр тумтир нихçан та ирĕк тумтир пек ăшă пулмасть. Н. Кармалы. Санăн икелӳсене ирĕк çĕре ӳкерес пулать.

ирĕлчĕк

скоро тающий, плавкий, вялый, дряблый. КС. Ирĕлчĕк çырла. Орау. Ирĕлчĕк ӳтлĕ, с дряблым телом. КС. Ирĕлчĕк — калаçнă çĕтрех (=çĕртех) ирĕлсе каять. Вялый (вяленый) — сам говорит, а сам располвается, как квашня. СТИК. Ирĕлчĕк-чарăлчăк, Ехмет куçĕ чарăлнă. (Загадка об окне: чӳрече). Актай. Ирĕлчĕк-марăлчăк, Емеке куçĕ (в конце пропущено: «чарăлчăк»?). (Загадка об оттаивающем окне: чӳрече ирĕлни). Илебар. Ирĕлчĕк-ярăлчăк, Алекçей пĕççи чарăлчăк). || Слезливый (о глазах). М. П. Петров, Городище Б. Кан. 1928, № 235. Çĕнĕ пурçăн тенипе çĕтĕк-çатăк ирĕлчĕкне тĕрлĕ кислотта-эмелсемпе пиçĕхтерсе тăваççĕ.

ирттер

понуд. гл. от ирт. В верх. говорах скажут: иртер (с одним «т»). Н. Шинк. Çавăнта вара вĕсем кама курнă, ăна хĕрхенсе сапмасăр ирттермеççĕ (не пропускают). Ал. Цв. Çапла вĕсем, çурăм-пуç çутăлса киличчен, çывăрмасăрах ирттернĕ (не спали). Сирах. Аслă çынсем, тӳресем, пуçлăхсем пит чаплă, турăран хăракан вĕсенчен те ирттерет (превосходит). Сказки и пред. чув. 16. Пĕр-пĕринчен чĕлхеçĕсен ирттереççĕ чĕлхисем. Быт. ХLVIII, 22. Сана эпĕ, хăвăн тăванусенчен ирттерсе, пĕр пай çĕр паратăп. А я даю тебе, преимущественно перед братьями твоими, один участок. Симп. II, б. Эпир ĕçнĕ вырăнне турă ирттере патăр-и! Хып. 1906, 4З. Пирĕн çынна улпутсем çемçе сăмахĕпех япатса ирттереççĕ. Хып. 1906, З6. Ку сăмах тĕрĕс, тĕрĕсне калать старик. Пире ялан пуçран шăлса ирттересшĕн. Ĕçне нихăçан та курмастпăр. Хып. 1906, 29. Вĕрентекенсем «чахотка» тиекен чире таса мар, тăн пăсăк пуртре кун ирттернĕлĕхпе каяççĕ. Ст. Письмерь, Ставр. Малтан каçхи кĕлле ирттереççĕ (совершают), унтан вара ирхи кĕлĕ пуçланать (на Пасхе). Вăйран ирттерсе ĕçлеттерет. Заставляет работать сверх сил, ССО. Декий вилнĕ, ун хыçĕнчен тата темиçе патша вилнĕ. Пурте вĕсем суя тĕнлĕ çынсем пулнă; Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене юратман, вĕсене темĕн тĕрлĕ асап кăтартнă. Константин Великий те патшара ларса ирттернĕ (закончил свое царствование). Çав Константин Великийрен пуçласа патшасем Христос тĕнне тыта пуçланă. Юрк. Мун-кун иртнĕренпе ку кунччен эпĕ сан тĕлĕнтен темĕн те пĕр шухăшласа ирттертĕм. † Кайрăм, килтĕм, хăна пултăм, малтан килнисенчен ирттертĕм. N. Ашшĕ, уртмакçа кучченеç парса (сумккана хума), калать: кая ан илсе кил, ирттерсе илсе кил, тет (принеси не меньше, а больше, чем мы даем). Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртнĕ чухне хăш енчи ирттерчĕ? (чья взяла зерх?). Изамб. Т. Вырăсăн ĕне пĕрре анчах пулать та, ул та чăвашăн пилĕк-улт ĕнинчен ирттерет. N. Çавсене (камни) тăпăлтарса кăтарса, ывăтса, ман патшалăх чиккинчен ирттерсе ярсан еtс. (если перекинешь далыпе границы моего государства). С. Тим. † Ăрамăрсем вăрăм, юр тарăн, — епле ирттерем-ши çунана? По толкованию А. С. Курушина, çуна ирттерес = çул çинче ху умăнта пыракантан, чуптарса, мала тухас. Б. Бур. † Вуниккĕн çăпата эпĕ сыртăм, пушмак-чăлхасенчен ирттертĕм (мои лапти вышли лучше башмаков с чулками). Альш. Вуниккĕнле çăпата эпĕ сыртăм — пушмак-чăлхаран ирттертĕм. Орау. Лашана, килĕшнĕскерне, илимарăмăр. Пĕр тутар мурĕ икĕ тенкĕ ирттерсе пачĕ те, исе карĕ лашана (набавил 2 целковых и купил). Пазух. † Кайранах та килнĕ хăнасемех малтан килнисенчен ирттерет. Юрк. Вырăс çынни унта та каллех, пĕр-икĕ пуç ĕне усраса, чăвашсенчен ирттерет. || Преувеличивать. Хып., 1906, 12. Акă ĕнтĕ пĕртте ирттерсе каламастăп— витене (словно попал в хлев) кĕнĕ пекех туянчĕ. Сред. Юм. Ирттерсе яран (или): ай-ай, сăмахха пит ирттерен эсĕ! || Спускать (т.-е. прощать). Т. М. Матв. Каçхи хырăм каçарать, ирхи хырăм ирттермест. || Жить; вести себя. П. П. Т. Ку Питĕркке чисти çаплах пит эретсĕр ирттернĕ, тет (жил распутно, беспорядочно). Ист. 158. Патша хăй ĕçе çыпçăнман, каяка çӳрекелесе, хăнана çӳрекелесе анчах ирттернĕ (проводил время). Ашшĕ-амĕшне. Вĕсем пит килĕшӳлĕ, пĕрне-пĕри юратса, пĕр-пĕрин çине пăхса-çеç ирттернĕ пек ирттернĕ. || Справлять. С. Тим. Çапла вара хĕрт-сурт чӳкне ирттерсе яраççĕ. Юрк. Пухăннă вăсем пурте кун патне хăнана авланнăранпа аллă çул арлă-арăмлă пурăннине асăнса ирттерме. || Проводить кого на тот свет, т.-е. совершать поминальные или похоронные обряды по случаю его смерти. Ача çине чăхă анчах пусаççĕ е çăмарта кăна пĕçереççĕ. Ăна ирттерме ăратнисене пуçтармаççĕ, кил йышĕсем анчах хывса ирттереççĕ. IЬ. Ачана ирттернĕ чух, стена çумне икĕ çурта лартаççĕ. IЬ Ачана (по ребенке) пумилкке те тумаççĕ, виççĕмĕш кун ăна пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ (заканчивают все похоронные церемонии). || Вставить слово?

ишĕл

(ижэ̆л'), рушиться, обвалиться; расползтись (о материи и т. п.). Ч. С. Тул енчен мĕрчи (труба) ишĕлсе аннă. Юрк. Çав вăхăтра леш енчен ку енчи салтаксем çине тупăпа персен, пĕтĕмпе çĕр чĕтресе кайнипе ку çар пуçлăхĕ пытанса ларнă пӳртĕн тăпраран тунă маччи те ишĕлсе анат. Серг. Рад. Ăна (одежду) хулпуççи çинчен ишĕлсе аначченех тăхăннă. Беседа. Ĕçекен çыннăн çук тырри хирте çумăр айĕнче ишĕлсе (свалившись), йĕпенсе, çĕрсе выртать. || О хорошем урожае, когда растение склоняется от тяжести плодов. О блудн. сыне. Хирте вĕсен тырă-пулă аван пулнă, пахчара çимĕçсем ишĕлсе тăнă. Юрк. Тырăсем темĕн тĕрлĕ ишĕлсе пулнă. || Ходить так, как будто готов развалиться (о толстых людях). Городище Б. Ишĕлсе анчах çӳрет. Ходит как квашня (об очень толстом человеке).

ишĕлтер

(-дэр), разрушить. Сир. ХХVIII. Темĕн тĕрлĕ тĕреклĕ хуласене ишĕлтерсе антарнă.

уй ӳкĕ

назв. молення. Хурамал. Уй чукĕ. Уй чӳкĕ тăвас тесе, килĕрен укçа пухаççĕ. Çав укçапа хăш çул тына илеççĕ, хăш çул вăкăр илеççĕ; кăçал тына илчĕç. Çуллен тĕрлĕ асăнса чӳк тăваççĕ. Уй чӳкĕ тăвас тенĕ кун пурте килĕрен пашалу пĕçереççĕ. Кăнтăрла иртсен, пурте пашалу, кĕрпе, тăвар илсе, çуллен тăвакан çĕре, хире, пухăнаççĕ; унта тата хăшĕ сурăх таки е путекки илсе пыраççĕ. Вĕсене хăшне «кăчăкă таки» тесе чӳк тăваççĕ, тата хăшне «Кепене», тата Кăрпана тесе пĕр така асăнчĕç. Такине силлентернĕ чух пурте çĕлĕкĕсене хул-хушшине хĕстереççĕ, çийĕсене тумтир тахăнаççĕ, вара çапла каласа асăнаççĕ: çырлах, Кăрпан, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, пуççапатпăр. Çĕре ан хăрт, тырра-пулла ан типĕт. Сана çул çавăрнăçпе, карта тĕспе, хура халăхпа асăнатпăр. Çырлах, Кăрпан, савса панине савса ил! тесе таки çине шыв яраççĕ; таки силленсен, пурте, капăртатса ӳксе, пуççапаççĕ те, вара пусса пĕçереççĕ. Пиçсессĕн, каллех чӳклеççĕ. Тынине те çаплах асăнчĕç: çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш! Сана асăнатпĕр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, юççапатпăр. Кирек мĕн те пулсан, çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш; сана çук чух асăнтамăр-витĕнтĕмĕр, халĕ пур чух хура халăхпа кĕлтăватпăр. Çырлах, савса панине савса ил, кирек мĕн те пулсан, теççĕ. Тынине асăначчен. «Чĕлпĕр тытан», тесе, хур силлентереççĕ. Вара, пурне те пĕçерсе пĕтерсен, хурансене ĕречĕпе лартаççĕ те, пурте, тăрса, чӳклеççĕ; пĕр хуранне чӳклемессерен ӳксе пуççапаççĕ. Унтан вара халăха курăк çине ларма хушаççĕ те, какайне, пăттиие валеçсе параççĕ те, пурте: тунă чӳк-кĕлĕ вырăнлă пултăр, тесе, таврăнаççĕ.

уяр

божья коровка (насекомое). Н. Седяк. Уяр. Хĕрлĕ хура пăнчăсемне пулать (полукругом), вĕçсе çӳрет. Чертаг. Уяр (хĕрлĕ тĕрлĕ, пĕчĕкскер). Шибич. Уяр-насекомое (хĕрлĕ; çалти хĕрлĕ, аялти хора). См. вир.

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

уйрăм

ойрăм, отдельный, отдельно; разница; особенно: часть. Г. Т. Тимоф. Санпа манăн уйрăмми мĕн пур? Что у меня с тобою не общего? (т.-е. все общее). IЬ. Санпа манăн хутлăхра мĕн уйрăмĕ пур? Какая разница между мною и тобою? Шел. П. 66. Çавăнпа вăл пире (холст) кашни вилĕшĕн хăйне уйрăм парне туса каснă, çĕлесе тăхăнма çиппе йĕп те чиксе хунă. Юрк. Чăвашсем ытти çынсене пăхнă çĕрте хăйсене уйрăм çынсем иккенне вырăссем чăвашсене тĕне кӳртнĕ вăхăтсенче тин пĕлсе çитнĕ. Б. Араб. Б. Унăн тĕсĕ хăраман çынна хăрушă та мар иккен (оказывается): ахаль ват çын тĕсĕнчен пĕрте уйрăм мар. Орау. Икĕшĕ пĕр-пĕрннчен уйрăмах, никам та: пĕр тăван, тесе калас çук. Юрк. Çуккисенĕн туй йĕркисем пуяннисене пăхнă çĕрте нумай уйрăм. || Разница. Юрк. Ку чӳкре уйрăмĕ çавă: хĕле кĕнĕ йĕркепе чӳк тунă чухне турă çулне укçа улăхтараççĕ. Тимерс. Вăрă хĕрнĕ ясар хĕр çак вăйăра уйрăм пур. Çутт. I, 115. Алмаспа çĕпре-амăшĕн уйрăмми мĕи пур? N. Хĕртен хĕр уйрăмĕ пур. Девица девице рознь. || Особенно. Ольга. Вăл ĕçсем уйрăмах паллă тăраççĕ, пире те ырра вĕрентеççĕ. Юрк. Хуран яшки парпа пиçнĕрен, уйрăм тутлă пулать. Тĕтĕм тути каламас. Хыпар № 9, 1906. Анчах вĕсен тĕнĕ вырăссеннинчен кăш уйрăмтарах. Халапсем. Акнă пĕр тыррисем ĕлĕкхине пăхнă çĕрте уйрăм темĕн тĕрлĕ вăйлă аван пула пуçлаççĕ IЬ. Çĕнĕ çуралнă чунсем уйрăм аванăн курăнаççĕ. IЬ. Чăваш лашисем уйрăм вак пулаççĕ. || Отдел, часть Жит. св. янв. Вăл, хăй виличчен, пĕр кĕнеке çырса хăварнă, вăл кĕнекере тăватă уйрăм (четыре отдела).

улалан

олалан, пестреть, делаться пестрым или пегим. Мартьшова. Тиха (= тьыха) ӳснĕçемĕн улалана пуçларĕ. Полт. 82. Тĕрлĕ, тĕрлĕ çĕлĕксем улаланса курнаççĕ (пестреют шапки). В. Олг. Пĕлĕт олаланат (= проясняется), çанталăк ояртма шохăшлать. Б. Олг. Коç саланса карĕ, олаланса карĕ соççим (запестрело в глазах). Сред. Юм. Хирти юр улаланса юлнă. Местами в поле образовались проталины.

улма

олма, яблоко. Т. М. Матв. Улма çисен — кулма. Сред. Юм. Олма çыххипе ларать. Яблоков очень много. Вомбу-к. Олма юçĕтсе çиеççĕ. Шаймурз.). Мĕншĕн, савнийĕм, ку тĕрлĕ матур пултăн? куçăхăн-ĕçке, ылттăн улмаçăм! Кам. Враг. Ай-хай, тăванăмсем, ай, чунăмсем, сатра пиçнĕ сарă улмамсем. Шурăм-пуç, № 24. Килте тата улмасем те ӳкнĕ пулĕ-ха. N. Хусанта илнĕ хура тутăр, улма пек, улма пек шурри пур. ld. Улма парăп, улма çиеессĕн; чунма парăп, хама савсассăн. Рак. Ку тĕнчере мĕн хуйхă пур? — улма пекех чунăм пур! Лашман. Улма кашăк аври, ай, сăрлама вуник мăскал шурă сăр кирлĕ. N. † Икĕ улма пек куçма шăла-шăла... N. Улма-йывăçĕнчен улми аякка кайса ӳкмес, теççĕ. Шурăм-пуç, № 19. Улма праçникчен улма ан çийĕр: мăн-аçи çапать. † Олăх ути олма пек, пирĕн йысна олпут пек. Картофель. Завражн. Олма, картофель. || Белеб. Улма — нашивка в виде полоски на спине женской рубашки (в Ибряйкине эго наз. сунтăх. Сообщ. Н. Романов).

олшу

(олжу), то же, что улăшу. Тюрл. Олшу пор-и? Есть-ли что менять? Альш. † Улшăва çӳрет ут пуçĕ, тĕрлĕ нуша курать иккен ар пуçĕ. Хорачка. Олшу кĕпе тăхăнас — переменить рубашку (надеть чистую). || Ошибка. Ошибочный. Сĕт-к. Олшу польч. Ошибка случилась. Шибач. Олшу полчĕ манăн. Случилась у меня ошибка (напр., чужие калоши надел). Тот же оборот есть и у К. С. Сĕт-к. Йомах ярăп йоптарăп, олшу çолпа (не по той дороге, где надо) чоптарăп, йомăç, котне чĕçкĕртĕп (ваставлю дристать). || Несчастие. Орау. Вăсен пурнăçĕнче улшу пулчĕ никак кăçал — ăшша карĕç, тит, вăсем (погорели). || Попеременно. В. Олг. Олшупа виç тĕкпе çыртăм. || Иносказательно. Якейк. Олшу калать, 1) неверно говорит, 2) говорит иносказательно.

унччен ĕлĕк

раньше того времени (в прошлом). Истор. Çав тĕрлĕ вăйлă вăрçă унччен ĕлĕк вырас çĕрĕнче нихçан та пулман. Юрк. Паранка пирĕн чăвашсем хушшине сарма тытăнни 1846-мĕш çултанпа анчах, унччен ĕлĕк ку таврара паранкă пулман — ӳсмен.

уншăн

оншăн, из-за него, из-за этого. N. Уншăн тăмăпăр. Из-за этого с нашей сторони не будет вадержки. О сохр. здор. Тата тĕрлĕ эмелсем илсе пыраççĕ. Уншăн пӳрт пăсăлас çук, ăна кайран çуса тасатсан, вăл ĕлĕкхипекех пулса тăрать.

уралан

вставать на ноги (метафора). Хĕн-хур. Турă пулăшнипе, лекĕр тăрăшнипе Ануш каллех уралана пуçланă. Чума. Çавăнтан вара Наум, сывалса, уралана пуçланă. О сохр. здор. 109. Вара çапла пулăшсассйн, мĕскĕн çыннăн пурнăçĕ пĕр мая кайĕ (ураланĕ вăл). Ист. церк. 148. Иерусалимри патриахсем пăхса тăракан ĕненекенсенĕн çĕрĕсене Магомет тĕнне тытакан арабсемпе Арий ересне тытакан усал çынсем турта-турта илсе пусмăрласа пĕтернĕ, вара унти ĕненекенсем никçан та ураланайман. || Поправиться в материальном отношении. Сред. Юм. Ĕлĕк пит чохăнчĕ те, халь, ораланма пуçланă ĕнтĕ. Прежде жили бедно, теперь уже поправляются. Хыпар 34, 1906. Хресченсем часрах ураланччăр тесен, вĕсене хыснаран укçа парса пулăшас пулать. IЬ. Халăхăн пурăнăçĕ нихăçан та ураланас çук. Истор. Çав 1547 çулта тухнă вутран кайран халăх часах ураланса çитеймен. Чув. календ. 1910. Çав çынсем, темĕн тĕрлĕ ĕçлесен те, ураланайман. || Образовать вокруг себя лучи (о светиле). Шурăм-п. № З. Хĕлле хĕвел уралансан, сивĕ пулать. Икково. Ойăх ораланнă. Вокруг луны образовались лучи. Толст. Сăрт хыçĕнчен çĕнĕ уйăх хĕрелсе ураланса тухнă. Юрк. Хĕвел уралансан, çумăр пулать. Шел. 70. Хĕвел шевли... вутăн-хĕмен ураланса... тăрать. || Обуваться (ора сыр). Шибач. и др.

ураран ӳк

свалиться с ног. Чума. Унтан тата ураран ӳкнĕ кунах çынна тапхăрăн-тапхăрăн темĕн тĕрлĕ ăшăрхатса вĕрилентернĕ. Ч. С. Çапла ман анне çăварни уйăх тенĕ чух сасартăках ураран ӳкрĕ те, чĕрĕлеймерĕ — вилчĕ...

урăм-сурăм

, орăм-сорăм, состояние невменяемости. Шорк. Эпĕ ĕнер хытă ĕçнĕччĕ те, орăм-сорăмпа темскер тунă, астумастăп. || Неприятный человек. Сред. Юм. Урăм-сôрăм тесе кăмăла килмен кирлĕ мар çынна калаççĕ. . Ун пик урăм-сôрăмсем çӳреççĕ-çке осĕм! (напр., о незваных гостях). || Часто указывает на силу стихийного явления. Юрк. Сайра пĕре урăм-сурăм тăвăлсем те пулкаларĕç. IЬ. Сасартăк урăм-сурăм сивĕ тăман пулчĕ. IЬ. Вĕсем кайнă чухне темĕн тĕрлĕ урăм-сурăм тăман пулчĕ. || Бурно, бешено. Сказки и пред. чув. 33. Урăх тĕслĕ пурнăç мар, урăх майлă йĕрке мар: хĕвел ансан тапранать, лăпах çур-çĕрччен пырать. Виле çинчи хуйхă мар, çурла-çава сасси мар, ял варринче янтратать, урăм-сурăм çуй тăвать. IЬ. 74. Хăйĕн савнă хĕрĕшĕн урăм-сурăм туй пуçлать. || Для усиления. СПВВ. Х. «Урăм-сурăм — тоже для усиления» Срв. акăш-макăш. Юрк. Урăм-сурăм чăнкă — весьма крутой. || Нечистый дух. Тюрл. Орăм-сорăм (с̚оры̆м)! мана таптаса вĕлерсе чут каяччĕ, тамаша, тет. || Эй, орăм-сорăм! (брань).

урăх тĕрле

иной. Юрк. Чĕлхе пирĕн çармăссенĕн чĕлхинчен урăх тĕрлĕ (отличается).

усал-тĕсел

нечистая сила. Все дурное (КС.). Сказки и пред. чув. 8. Кĕçĕр усал-тĕселсем шыв урапи хушшине çакланнă та, тытăнчĕç, урапана çилĕпе çухăрттарса çавăрса, арман чухне шăхăртма. Ч. С. Усал-тĕселе ан парах. Не отдай в руки нечистой силы. (из Моленья). Часосл. Турă сана тĕрлĕ усал-тĕселтен сыхласа тăрĕ. СПВВ. Усал; усал-тĕсел; усал-тĕсер. Етрух. Эпир чир-чĕре, усал-тĕселе тасатас тесе калаппăр-çке-ха! Сир. ХХХVI. Усал-тĕселе тĕп-туса ларт. || В значении прилагательного. Т. VI. 37. Çил-тăвăлтан та пулин эсĕ упраса, эсĕ сир; усал-тĕсел çумăртан та эсĕ упраса эсĕ сир. (Чӳклеме кĕлли).

ушкăш

повидимому, описка вм. ушкăн. И. И Т. Тата йыттисем, хайхи хывса пăрахнисене çинĕ чухне, хăйсем тепĕр ушкăш саççим тĕрлĕ сасăпа тĕрлĕ çĕрте харкашша тулашаççĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

алгебра

сущ.жен.
алгебра (математика пайĕ, вăл тĕрлĕ хисепсене шутламалли мелсене тĕпчет); задачи по алгебре алгебра задачисем

антология

сущ.жен.
антологи (тĕрлĕ авторсем çырнă илемлĕ хайлавсен пуххи); антология русской прозы XIX века XIX ĕмĕрти вырăс прозин антологийĕ

ассортимент

сущ.муж.
ассортимент (тĕрлĕ йышши таварсен, сортсен сутлăхри пуххи); обувь в широком ассортименте тĕрлĕ йышши атă-пушмак

атлетика

сущ.жен.
атлетика (ӳт-пĕве тĕреклетмелли спорт вăййисем, хăнăхтарусем); лёгкая атлетика çăмăл атлетика (утса-чупса, сиксе, тĕрлĕ снарядсем ывăтса ăмăртни); тяжёлая атлетика йывăр атлетика (штанга, кире пуканĕ çĕклесе ăмăртни)

богатый

прил., богато нареч.
1. (син. зажиточный; ант. бедный, неимущий) пуян, пурлăхлă, муллă; богатый человек пуян çын
2. (син. обильный; ант. скудный) тулăх, илпек, ытлă-çитлĕ; богатый урожай илпек тыр-пул; выбор товаров богат тĕрлĕ тавар ытлă-çитлĕ
3. (син. роскошный; ант. убогий) чаплă, хаклă, паха; богатые наряды чаплă тумтир

ботаника

сущ.жен.
ботаника (пур тĕрлĕ ӳсен-тăрана тĕпчекен ăслăлăх); учебник ботаники ботаника учебникĕ

ветер

сущ.муж., множ. ветры
çил; ураганнный ветер тăвăллă çил; çил-тăвăл; шквалистый ветер авăк сил; северный ветер çурçĕртен вĕрекен çил; ветер переменных направлений тĕрлĕ енчен вĕрекен çил; скорость ветра—двадцать метров в секунду çил хăвăртлăхĕ—çеккунтра çирĕм метр ♦ бросать слова на ветер сăмаха çилпе вĕçтер; ищи ветра в поле шырăн та тупаймăн; у него ветер в голове унăн пуçĕ пуш-пушах; бросать деньги на ветер укçана шутламасăр тăк

винегрет

сущ.муж.
винегрет (тĕрлĕ пахча çимĕç тураса тунă сивĕ апат); заправить винегрет растительным маслом винегрета типĕ çупа юр

вооруженный

прил. (ант. безоружный)
хĕç-пăшаллă; вооружённое нападение хĕç-пăшалпа тапăнни ♦ вооружённые силы хĕç-пăшаллă вăйсем (çĕршывăн пур тĕрлĕ çарĕсем)

врассыпную

нареч.
чăлпар, тĕрлĕ еннелле; дети бросились врассыпную ачасем чăлпар чупса саланчĕç

всякий

мест., определит.
1. (син. каждый, любой) кашниех, такам та, кирек кам та; это знает всякий куна такам та пĕлет
2. (син. различный, всевозможный) тĕрлĕрен, темĕн тĕрлĕ; на рынке много всякого товара пасарта тĕрлĕрен тавар нумай ♦ всякий раз кашнинчех; на всякий случай сых ятне; во всяком случае епле пулсан та; всякая всячина темĕн те пĕр

выбор

сущ.муж.
1. (син. отбор) суйлав; суйлани, суйласа илни; выбор темы сочинения сочинени темине суйласа илни ♦ большой выбор товаров тĕрлĕ тавар нумай; на выбор хуть те хăшне суйласа ил

гибрид

сущ.муж.
гибрид, хутăш (тĕрлĕ несĕлсен хутăшĕ); гибрид ржи и пшеницы ырашпа тулă хутăшĕ

диаграмма

сущ.жен.
диаграмма (тĕрлĕ пулăмсен виçине курăмлăн кăтартакан ӳкерчĕк)

зоопарк

сущ.муж. (сокр.: зоологический парк)
зоопарк (халăха тĕрлĕ чĕр чун кăтартакан учреждени); передвижной зоопарк куçса çӳрекен зоопарк

инкрустация

сущ.жен.
инкрустаци (тĕрлĕ материал, сăм., йывăç, перламутр, металл татăкĕсене çыпăçтарса тунă эреш, ӳкерчĕк)

клин

сущ.муж., множ. клинья
савăл; дубовый клин юман савăл; вбить клин савăл çап ♦ борода клином шĕвĕр сухал; свет не клином сошёлся тĕнче хĕсĕр мар (ĕçе тĕрлĕ майпа татса пама пулни çинчен); Клин клином вышибают погов. Савăла савăлпа çапса кăлараççĕ; озимый клин кĕрхи тырă пусси

коктейль

сущ.муж.
коктейль (тĕрлĕ çимĕç сĕткенĕ е тĕрлĕ эрех хутăштарса тунă ĕçме)

круг

сущ.муж., множ. круги
1. çавракăш, çаврашка, ункă; начертить циркулем круг циркульпе çавракăш ӳкер; дети встали в круг ачасем карталанса тăчĕç
2. кого или какой йыш, ушкăн, хутлăх, хушă; в кругу друзей туссем хушшинче ♦ круг обязанностей пур тĕрлĕ тивĕçсем (пĕр çыннăн); голова кругом идёт пуç анраса каять (ĕç-пуç нумаййипе)

кто

местоим. вопросит. и относит.
кам; Кто пойдёт со мной? Кам пырать манпа?; Кто ищет, тот найдёт Кам шырать, çав тупать; Кто знает, что будет завтра Кам пĕлет ыран мĕн пуласса ♦ мало кто знает никамах та пĕлмест; разошлись кто куда тĕрлĕ еннелле саланса пĕтрĕç; говорят кто о чём кашни хăйĕнне калать; кому что нравится кама мĕн килĕшет; Кто в лес, кто по дрова посл. Пĕри вăрмана, тепри армана

метис

сущ.муж., метиска жен.
1. метис (тĕрлĕ раса çыннисенчен çуралнă çын)
2. (син. помесь) метис (тĕрлĕ ăратсен хутăшĕ)

многообразный

прил. (ант. однообразный), многообразно нареч.
нумай тĕрлĕ; многообразные явления нумай тĕрлĕ пулăмсем

национальность

сущ.жен.
наци, халăх; в Чувашии дружно живут люди разных национальностей Чăваш енте тĕрлĕ халăх çыннисем туслă пурăнаççĕ

национальный

прил.
наци -ĕ; национальный язык наци чĕлхи; Чувашский национальный конгресс Чăваш наци конгресĕ (тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсен обществăлла пĕрлешĕвĕ)

нож

сущ.муж.
1. çĕçĕ, пекĕ; перочинный нож пекĕ, пĕчĕк çĕçĕ; складной нож хуçмалли çĕçĕ; резать ножом çĕçĕпе кас
2. çĕçĕ, каскăч (тĕрлĕ хатĕрсем); нож мясорубки аш арманĕн каскăчĕ ♦ без ножа режет пĕтермеллипех пĕтерет; они на ножах вĕсем хытă хирĕçеççĕ

однообразный

прил., однообразно нареч.
пĕрешкел, пĕр евĕрлĕ, пĕр тĕрлĕ, пĕр тĕслĕ; однообразный ландшафт пĕр евĕрлĕ çĕр пичĕ

окрошка

сущ.жен.
окрошка, турам апачĕ (квас çине тĕрлĕ çимĕç тураса туни)

пластмасса

сущ.жен. (сокр.: пластическая масса)
пластмасса (вĕрилле тĕрлĕ япала шăратса тума меллĕ материал)

различный

прил., различно нареч.
уйрăм, урăхла, расна, тĕрлĕ, тĕрлĕрен; различные взгляды расна шухăшсем; заниматься различными делами тĕрлĕрен ĕçпе айкаш

разнообразный

прил., разнообразно нареч.
тĕрлĕ, тĕрлĕрен, расна, тĕрлĕ тĕслĕ; торговать разнообразными товарами тĕрлĕ тĕслĕ тавар сут

разный

прил., разно нареч.
тĕрлĕ, тĕрлĕрен, расна, пĕрешкел мар; об этом говорят разно кун çинчен тĕрлĕрен калаçаççĕ; в чулане валяется разный хлам чаланта тĕрлĕ ăпăр-тапăр йăваланса выртать

род

2. сущ.муж., множ. рода
тĕс, евĕр; рода войск çар тĕсĕсем ♦ в некотором роде хăш-пĕр таран; всякого рода тĕрлĕ йышши; своего рода хăйне евĕрлĕ; грамматический род грамматика несĕлĕ (сăм., вырăс чĕлхинче)

слой

сущ.муж., множ. слой
1. си, хут; слой почвы тăпра сийĕсем
2. (син. группа) ушкăн, йыш; разные слои населения халăхăн тĕрлĕ ушкăнĕсем

сопоставить

глаг. сов.
танлаштар, шайлаштар; сопоставить показатели разных лет тĕрлĕ çулхи кăтартусене танлаштар

спартакиада

сущ.жен.
спартакиада (спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе ирттерекен ăмăрту); спартакиада школьников шкул ачисен спартакиади

существовать

глаг. несов.
1. (син. быть, иметься) пул, пур пул; по этому вопросу существуют разные мнения ку ыйтупа тĕрлĕ шухăш пур
2. (син. жить) пурăн, тăранса пурăн, йӳнеçтер; существовать на пенсию пенсипе тăранса пурăн; средства существования пуранма мĕн кирли; пурăнмалли майсем

трансляция

сущ.жен.
трансляци (радио, телевидени тĕрлĕ передачăсем парса тăни)

транспорт

сущ.муж.
транспорт (тавар е çын турттармалли тĕрлĕ йышши хатĕрсем); воздушный транспорт сывлăш транспорчĕ; железнодорожный транспорт чугун çул транспорчĕ; городской транспорт хулари транспорт

универмаг

сущ.муж. (сокр.: универсальный магазин)
универмаг (тĕрлĕ йышши тавар сутакан пысăк магазин)

университет

сущ.муж.
университет (тĕрлĕ енĕпе специалистсем хатĕрлекен аслă шкул); педагогический университет педагогика университечĕ; Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ

факультет

сущ.муж.
факультет (аслă шкулăн пĕр тĕрлĕ кадрсем хатĕрлекен уйрăмĕ); физико-математический факультет физикăпа математика факультечĕ; факультет чувашской филологии и культуры чăваш филологийĕпе культури факультечĕ

химия

сущ.жен.
1. хими (тĕрлĕ япаласен тытăмĕпе пахалăхĕсене тĕпчекен ăслăлăх); органическая химия органика химийĕ; неорганическая химия органика мар хими
2. (син. химикаты) хими, им-çам; бытовая химия йăла химийĕ (кил-çуртра куллен усă куракан хими им-çамĕ)

хрестоматия

сущ.жен.
хрестомати (тĕрлĕ çырăвçă хайлавĕсен пуххи); школьная хрестоматия шкул хрестоматийĕ; хрестоматия по культуре родного края тăван ен культурин хрестоматийĕ

цветной

прил.
тĕслĕ, тĕрлĕ тĕслĕ; цветной телевизор тĕслĕ телевизор; рисовать цветными карандашами тĕслĕ кăранташсемпе ӳкер ♦ цветное металлы тĕслĕ металсем

цикл

сущ.муж.
1. (син. кругооборот) цикл, çаврăм; производственный цикл производство циклĕ (пĕр продукци тума кирлĕ пур тĕрлĕ ĕçсем); годовой цикл явлений природы çут çанталăк пулăмĕсен çулталăкри çаврăмĕ
2. (син. ряд, совокупность) ярăм, пухă; цикл стихов сăвă ярăмĕ

цыган

сущ.муж., цыганка жен.
чикан; множ. цыгане чикансем (Индирен тухнă, тĕрлĕ çĕршывра пурăнакан халăх)

штепсель

сущ.муж., множ. штепселя и штепсели
штепсель (тĕрлĕ приборсене электричествăпа çыхăнтармами хатĕр)

экран

сущ.муж.
1. экран (кино кăтартмалли шурă лаптăк); широкий экран анлă экран
2. экран (тĕрлĕ хатĕрсен курăну пайĕ); экран телевизора телевизор экранĕ

энергетика

сущ.жен.
энергетика (халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ йышши энерги туса унпа усă курассине йĕркелекен пайĕ); атомная энергетика атомлă энергетика

энциклопедия

сущ.жен.
энциклопеди (пур тĕрлĕ пĕлӳлĕхе е пĕр ăслăлăх ăнлавĕсене çырса кăтартакан сăмахсар); медицинская энциклопедия медицина энциклопедийĕ; Краткая чувашская энциклопедия Кĕске чăваш энциклопедийĕ

эстрада

сущ.жен.
1. эстрада (артистсем тухса вылямалли çӳллĕ вырăн); певец вышел на эстраду юрăçă эстрада çине тухрĕ
2. эстрада (сцена çинче тĕрлĕ номерсем кăтартмалли жанр); артисты эстрады эстрада артисчĕсем

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

абажур

абажур (çутă тĕрлĕ еннелле сапаланса каясран хупламалли, вăйлă çутă пайăркисем тӳрех куç çине ӳксе шартарса ярасран хӳтĕлемелли, лампа калпакки).

аллюр

аллюр (лашан тĕрлĕ утти-чуппи; уттипе пыни, юртăна, сиккше чупни, çăрхаласа пыни т. ыт. те).

альманăх

альмаках (тĕрлĕ авторсен произведенийĕсене вăхăтран вăхăта кăларакан сборник).

амальгама

амальгама (1. пĕр-пĕр меттала ртутьпе хутăштарни; 2. тĕрлĕ япаласене: пĕрле хутăштарни).

амулет

амулет (тĕшмĕшлĕ çынсем тĕрлĕ чиртен, усалтан сыхланас тесе ӳт çумĕнче çакса çӳрекен пĕчĕк япала).

анкета

анкета (тĕрлĕ сведенисем пухмалли ыйтуллă хут).

антология

антологи (тĕрлĕ авторсен чи лайăх произведенийĕсене пухса кăларнă кĕнеке).

арбитр

арбитр (тĕрлĕ вăйăсем вылянă çĕрте тавлашусене тата судпа çыхăнман ĕçсене татса паракан судья).

арифметика

м н. н е т арифметика (цифрăсемпе паллă тавакан хисепсем çинчен, вĕсемпе тĕрлĕ действисем тума вĕрентекен наука).

археология

м н. н е т археологи (аваллăх çинчен, ĕлĕкхи халăхсем çинчен, вĕсен пурнăçĕпе йăлисем, культури çинчен авалхи тĕрлĕ япаласем тăрăх вĕрентекен наука).

ассортимент

ассортимент (пĕр йышши таварăн тĕрлĕ сорчĕсем).

ассоциация

ассоциаци (1. пĕрлешӳллĕ союз, общество; 2. пуçра тĕрлĕ представленисем тĕрлĕ майпа пĕр-пĕринпе çыхăнса тăнн, пĕри аса килсен, теприне те аса илни).

атлас

атлас (географи картисен кĕнеки; тĕрлĕ ӳкерчĕксен е таблицăсен пуххи).

задёргать

кого, что, чем сов. 1. турткалама пуҫла (лашана); 2. тĕрлĕ ĕҫ хушса, васкатса, вӑрҫса тарӑхтар (ача-пӑчана).

ванна

ванна (1. шыва кĕмелли вăрăм, тарăн савӑт; 2. тĕрлĕ шывран ванна туса эмеллени, чиртен сывални).

витрина

витрина (çӗнĕрен килнĕ таварсене кăтартма магазин чӳречи умне тăвакан вырӑн; тĕрлĕ япаласене кăтартма хумалли е çакмалли ещĕк, шкап е кантӑклă рама).

воздействие

çынна тĕрлĕ майпа кирлĕ еннелле çавăрни.

вольность

ж. 1. ирĕклĕх, пăхăнманлăх, йĕркерен тухни; йĕркене пăхăнманни; 2. ист. ирĕклĕх, тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курни.

всевозможный

тĕрлĕ, тĕрлĕрен, пур тĕрлĕ, тем тĕрлĕ; всевозможные товары тĕрлĕрен тавар.

всесторонний

пур енчен те, тĕрлĕ енчен, тӗплĕ.

всячески

темĕнле те, тĕрлĕ майпа.

однообразие

яланах пĕр пек, пӗр-пеклĕх, пĕр тĕрлĕ курӑнса тӑни, пулса пыни.

однородный

пĕр тĕрлĕ, пĕрешкел, пĕр йышши; однородные члены пĕр йышши членсем.

однотипный

пĕр майлӑ, пĕр тĕрлĕ, пĕр типлӑ.

различный

тĕрлĕ, тĕрлĕрен (шухăшсем).

разносторонний

1. тĕрлӗ енлӗ (виҫ-кĕтеслĕх); 2. тӗрлӗ майлӑ, тĕрлĕ йышши (ӗҫ).

разноцветный

темиҫе тӗслӗ, тĕрлĕ тĕслĕ (кӑранташсем).

разноязычный

тĕрлӗ чĕлхепе калаҫакан (халӑх ушкӑнӗ); тĕрлĕ чĕлхепе ҫырнӑ (текстсем).

раскатывать

что несов., раскатить, -чу сов. 1. вӑйла кустарса, ярӑнтарса яр (урапана); 2. тĕрлĕ еннелле кустарса яр (пĕренесене, пичкесене).

расписать

-ишу кого, что сов., расписывать несов. 1. тĕрле кĕнекесем ҫине ҫырса тух (счётсене); 2. тĕрлĕ картинӑсем ҫырса хур; 3. илемлетсе, хӑвӑнтан хушса каласа е ҫырса пыр, сӑнласа пар; Гоголь так расписал своего городничего, что кажется, видишь его перед глазами Гоголь хӑйĕн городничине ытла та ӑста сӑнласа панӑ, вӑл хамӑр куҫ умӗнче тӑна пекех туйӑнать.

рассеяться

- еюсь, -еешься сов., рассеиваться несов. 1. вырнаҫса лар, сапаланса лар (тĕрлĕ ҫӗре); 2. сапаланса пӗт (тӑшман); сирĕл (тĕтре); 3. иртсе кай (çиле, кичем).

расхождение

1. тĕрлĕ еннелле уйрӑлса кайни (ҫулсем, ҫутӑ пайӑркисем); 2. перен. пӗр-пӗринпе килӗшменни, хирӗҫ калани.

рухлядь

ж. мн. нет разг. килти кирлӗ-кирлӗ мар кивӗ япала, тĕрлĕ вак-тӗвек, ӑпӑр-тапӑр.

скопище

ушкӑн, эшкер (тĕрлĕ çын усал шухӑшпа пĕр ҫӗре пухӑнни).

смесь

ж. мн. нет хутӑш (1. тӗрлӗрен япаласем хутшӑнса кайни; 2. тĕрлĕ япала хутӑштарса тунӑ продукци).

совместить

-ещу, -естишь что сов., совмещать несов. 1. пĕрлештерсе тăр; 2. пĕр вӑхӑтрах ик-виҫ вырӑнта ӗҫле; он совмещает в себе разносторонние способности вăл тĕрлĕ ӗҫе пултарать.

стандартизация

мн. нет стандартизаци; стандартизацилени, стандартлани, перпеклетни (нумай тĕрлĕ туса кӑларакан япаласене пĕр калӑппа, пĕр евĕрлĕ туса кӑлармалла туни).

переключить

-чу что сов., переключать несов. куҫар (пĕр тĕрлĕ ӗҫ туса пыракан машинăна тепĕр тӗрлĕ ӗҫ ҫине).

помесь

ж. хутӑш йӑх, икӗ тӗрлĕ йӑхран пулнӑ выльӑх е икӗ тĕрлĕ ӳсентӑранран пулнӑ ӳсентӑран.

такса

1. такса (тĕрлĕ таварсен туса панă хакĕ е пĕр-пĕр ĕçшĕн тӳлемелли виçе).

талисман

талисман (тĕшмĕш çынсем ĕненнĕ тăрăх, çынна тĕрлĕ усалтан хăтарса тăракан, ăна телей паракан, ĕçе ăнăçлă тума пулăшакан япала).

тип

тип (1. мĕнĕн те пулин форми, пĕр тĕрлĕ япаласен, явленисен, ушкăнĕн тĕслĕхĕ; 2. сăнлăх, пĕр тĕрлĕ, çынсен тĕп паллисене пĕрлештерсе пĕтĕмлетсе кăтартакан сăнар).

троякий

виççеллĕ, виç тĕрлĕ, виç майлă, виç пĕлтерĕшлĕ, виç формăллă; троякий способ решения задачи задачăна виç тĕрлĕ шутлама май пурри.

фейерверк

фейерверк (пĕр-пĕр пысăк уяв чухне тӳпене тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе çутатни, вăл темиçе тĕслĕ çулăм кăларса илемлĕ çунать).

филателист

филателист (тĕрлĕ çĕршыври маркăсене пухакан çын).

фототерапия

фототерапи (тĕрлĕ чирсемпе кĕрешнĕ çĕрте çутăпа усă курни, чирлĕ çынна çутăпа эмеллени).

универсальный

универсаллă, нумай тĕрлĕ, тĕрлĕ йышши; универсальный магазин универсаллă магазин (универмаг).

язычник

кĕлеткесене, тĕрлĕ япаласене пуççапакан тĕшмĕш çын.

бакалея

мн. нет бакалей (тĕрлĕ апат-çимĕç таварĕ).

блюдо

1. сĕтел çине апат-çимĕç хурса лартакан чашăк-тирĕк; 2. тĕрлĕ йышши апат-çимĕç.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

агломерат

м. агломерат (1. геол. тĕрлĕ минералсен кăпăшка хутăшĕ; 2. тех. катăкăн-катăкăн хытарнă вĕтĕ руба).

аллюр

м. аллюр (лаша тĕрлĕ утти-чуппи).

альманах

м. альманах (тĕрлĕ писательсен произведенийĕсен пуххи).

антология

ж. антологи (тĕрлĕ авторсен чи лайăх произведенийĕсене пухса кăларнă сборник); антология чувашской поэзии чăваш поэзийĕн антологийĕ.

артерия

ж. 1. анат. артери (чĕререн тĕрлĕ органсем патне каякан юн тымарĕ); 2. перен. çул, çул-йĕр; водные артерии шыв çулĕсем.

артиллерия

ж. 1. собир. артиллери (тĕрлĕ йышши тупăсем); зенитная артиллерия самолётсемпе кĕрешекен артиллери; дальнобойная артиллерия инçете перекен артиллери; 2. (род войск) артиллери (çарăн тупăсемпе хĕçпăшалланнă пайĕ); служить в артиллерии артиллерире службăра тăр; 3. артиллери науки (тупăсем тăвасси, вĕсемпе çапăçура усă курасси çинчен вĕрентекен наука).

археология

ж. археологи (авалхи халăхсен культурипе йăлисене вĕсенчен юлнă тĕрлĕ япаласем тăрăх тĕпчесе вĕренекен наука).

ассортимент

м. ассортимент (суту-илӳри таварсен е предприяти туса кăларакан япаласен пур тĕрлĕ сорчĕсем).

благо

с. 1. ырлăх, телей, тивлет; на благо Родины Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн; 2. мн. блага пур тĕрлĕ ырлăх; материальные блага ырлăх-пурлăх; наслаждаться благами жизни ырлăх курса (е рехетленсе) пурăн; всех благ! телейлĕ пул!; не соглашусь ни за какие блага! тем парсан та килĕшместĕп!

благополучие

с. ырлăх, тивлет, пехет; ăнăçлăх; желаю всяческого благополучия пур тĕрлĕ ырлăх сунатăп.

борщ

м. борщ (тĕрлĕ пахчаçимĕç ярса пĕçернĕ яшка).

варьировать

несов. что улăштар, çĕнет, тепĕр тĕрлĕ ту, вариантла.

варьироваться

несов. улшăн, çĕнел, тепĕр тĕрлĕ пул, вариантлан.

вилка

ж. вилка (1. апат çимелли хатĕр; 2. тех. икĕ юплĕ тĕрлĕ йышши детальсен ячĕ).

возить

несов. кого-что турттар (нумай хутчен, тĕрлĕ çĕре); возить пассажиров пассажирсем турттар.

врассыпную

нареч. сапаланса, тĕрлĕ еннелле; броситься бежать врассыпную тĕрлĕ еннелле тарма тытăн.

врозь

нареч. 1. (порознь) уйрăм; жить врозь уйрăм пурăн; 2. (в разные стороны) тĕрлĕ еннелле, тĕрлĕ çĕрелле.

всевозможный

прил. темĕн тĕрлĕ, тĕрлĕрен; всевозможный товар темĕн тĕрлĕ тавар; всевозможными средствами пур майсемпе те.

всеядный

прил. пур тĕрлĕ апата та çиекен, апат тиркемен; всеядное животное апат тиркемен чĕрчун.

всякий

мест. опред. 1. (каждый, любой) кашни, кирек кам та, такам та; по всякому поводу кирек епле сăлтавпа та; эту книгу всякий прочтёт ку кĕнекене такам та вулать; 2. (разный, всевозможный) темĕн те пĕр, пур, тĕрлĕ; говорить всякий вздор пур лăпăр-лапăр çинчен калаç; накупить всякого товара темĕн те пĕр илсе тултар; люди всякое говорят çынсем тĕрлĕ калаçаççĕ; всякая всячина темĕн те пĕр; во всяком случае кирек мĕнле пулсан та; на всякий случай кирек мĕн пуласран, сыхлăх ятне.

всячески

нареч. разг. пур майпа та, тĕрлĕ майпа; всячески помогать друг другу пĕр-пĕрне пур майпа та пулăш.

всяческий

прил. разг. тĕрлĕ, тĕрлĕрен, тĕрлĕ тĕслĕ; оказывать всяческую помощь май пур таран пулăш.

выбор

м. 1. по гл. выбрать 1, 2; выбор профессии професси суйлани; 2. (подбор) тĕрлĕрен (япала), тĕрлĕ тĕслĕ (япала), суйламалăх; в магазине большой выбор товаров магазинра тĕрлĕрен тавар нумай; ограниченный выбор чего-л. суйламалăх çук; 3. мн. выборы суйлав; выборы в Верховный Совет СССР СССР Аслă Совечĕн суйлавĕ; без выбора уямасăр, тиркемесĕр; на выбор суйласа (ил).

гадать

несов. 1. (предсказывать) юмла, юмăç пăх; гадать на картах картпа юмла; 2. (предполагать) ...пулĕ тесе шухăшла (чăннине пĕлмесĕр), тĕрлĕ шухăшла; ◇ гадать на бобах (или на кофейной гуще) апла та пулĕ, капла та пулĕ тесе шухăшла.

гибрид

м. гибрид, пĕтĕçӳ (тĕрлĕ йышши ӳсентăрансене е чĕрчунсене пĕтĕçтерсе пулнă организм); пшенично-пырейные гибриды тулăпа шурут гибричĕсем.

глицерин

м. глицерин (тĕрлĕ çусенчен тăвакан çăра та пылак шĕвек).

гомон

м. разг. шав, шăв-шав, сасă; птичий гомон тĕрлĕ кайăк юрри.

движок

м. движок (1. тĕрлĕ механизмсем куçса çӳрекен пайĕ; 2. разг. куçарса çӳремелли пĕчĕк двигатель).

двойной

прил. 1. (удвоенный) икĕ хут, иккĕллĕ, ик(ĕ) çĕрлĕ; двойной расход ик(ĕ) çĕрлĕ тăкак; двойная материя икĕ анлă матери; 2. (состоящий из двух однородных частей) икĕ хутлă, мăшăрлă, йĕкĕр, йĕкĕрлĕ; двойные рамы икĕ хут(лă) чӳрече; двойная бухгалтерия иккĕлле бухгалтери (бухгалтери учётне икĕ тĕрлĕ туса пымалли меслет); двойная игра иккĕлле вăйă.

двоякий

прил. икĕ тĕрлĕ, иккĕллĕ, икĕ майлă; двоякая польза икĕ енчен усăллă, икĕ тĕрлĕ усă; двоякий смысл иккĕллĕ пĕлтерĕш.

двояко

нареч. икĕ тĕрлĕ, икĕ майлă; задачу можно решить двояко задачăна икĕ майпа шутлама пулать.

дегустатор

м. дегустатор (тĕрлĕ апат-çимĕç, эрех, табак тата ыт. пахалăхне тутанса палăртакан çын).

демонстратор

м. демонстратор (вĕрентнĕ чухне тĕрлĕ пособисене кăтартакан çын).

дендрарий

м. дендрари (тĕрлĕ тĕслĕ йывăç пахчи).

деревообработка

ж. йывăç ĕçлени, йывăçран тĕрлĕ япаласем туни.

детерминизм

м. филос. детерминизм (тĕнчере пур явленисем те пĕр-пĕринпе тĕрлĕ сăлтавпа çыхăнса тăни çинчен вĕрентни).

диагональ

ж. диагональ (1. нумайкĕтеслĕхĕн юнашар мар кĕтесĕсене пĕрлештерекен тӳрĕ лини е нумайаяклăхăн тĕрлĕ тӳрем çийĕсен кĕтесĕсене пĕрлештерекен тӳрĕ лини; 2. пир-авар);по диагонали чалăш, чалăшла.

дифференциал

м. дифференциал (1. мат. функци вĕçĕмсĕр пĕчĕкленнĕçемĕн пĕчĕкленсе пынин чикки; 2. тех. машинăсен сулахай тата сылтăм кустăрмисене тĕрлĕ хăвăртлăхпа çӳреме пулăшакан механизм).

дьявольский

прил. 1. шуйттан ⸗ĕ [⸗и]; усал ⸗ĕ [⸗и]; шуйттанла; дьявольское наваждение шуйттан мĕлки (тĕшмĕшлĕ çынсене шуйттан тĕрлĕ япала пек пулса курăннăн туйăнни); 2. разг. (необычайно сильный) питĕ, çав тери, шуйттан пек, эсрел пек; дьявольский холод хăрушă сивĕ; 3. разг. (необычайно тяжёлый) питĕ йывăр (ĕç); питĕ усал (çанталăк).

единообразный

прил. пĕр пек, пĕр евĕрлĕ, пĕр тĕслĕ, пĕр тĕрлĕ; единообразные формы учёта учётăн пĕр евĕрлĕ формисем.

единый

прил. 1. (один) пĕр; ни единой минуты пĕр минут та; 2. уст. (единственный) пĕртен-пĕр; 3. (цельный, нераздельный) пĕр пĕтĕм, пĕрлĕхлĕ; единый фронт пĕр пĕтĕм фронт, пĕрлĕхлĕ фронт; 4. (общий, одинаковый) пĕр пек, пĕр тĕрлĕ, пĕр евĕрлĕ; единое мнение пĕр пек шухăш; единые цены пĕр пек хак; все до единого пурте, пĕр çын юлми; единый билет пĕр билет, пĕр пек билет.

забить

сов. 1. что (ударами вбить, вогнать) çап, çапса кĕрт, çапса ларт; забить гвоздь в стену стена çине пăта çап; 2. что (закрыть наглухо) çап, çапса хур, çапса ларт, питĕрсе хур, питĕрсе ларт; забить окна досками чӳречесене хăмапа çапса ларт; 3. что (заделать, заполнить, заткнуть) питĕр, мăкла, чик; забить щели паклей шăтăк-çурăксене чӳпĕкпе мăкласа ларт; 4. что (заполнить до отказа) тултар, чыхса тултар, каплантар; забить сарай дровами сарайне вутă чыхса тултар; переправа забита машинами каçă патне машинăсем капланнă; река забита льдом çырмана пăр капланнă; 5. кого (замучить побоями) хĕнесе халтан яр, халтан кайиччен хĕне, ват, кӳпке; 6. что (заглушить, подавитьо растениях) пус, пусса ил, хупласа ларт; бурьян забил цветы чечексене хытхура пуçса илнĕ; 7. разг. (превзойти в чём-л., победить) ирттер; хупла, хупласа ларт; путар, путарса ларт; çĕнтер; он всех забьёт своими знаниями пĕлĕвĕпе вăл пуринчен те ирттерет; 8. спец. (убить на бойне, на охоте) пус, тыт, вĕлер; забить свинью сысна пус; забить медведя упа тыт (е вĕлер); 9. спорт. çапса кĕрт, тапса кĕрт; забить мяч в ворота мечĕке хапхана тапса кĕрт; ◇ забить себе голову пуçа минрет (тĕрлĕ шухăшпа).

земля

ж. 1. (3 прописноепланета) çĕр; Луна спутник Земли Уйăх — Çĕр спутникĕ; 2. (место жизни) çĕр, тĕнче; на земле живут разные народы çĕр çинче тĕрлĕ халăх пурăнать; 3. (суша) çĕр, типсĕр; 4. (слой коры; почва) çĕр, тăпра; под землёй çĕр айĕнче; песок с землёй тăпраллă хăйăр; 5. (земная поверхность) çĕр пичĕ; утоптанная земля таптаса хытарнă çĕр; 6. (чья-л. территория) çĕр; колхозная земля колхоз çĕрĕ; 7. уст. (страна) çĕршыв; ◇ земля горит под ногами ура айĕнче çĕр çунать; за тридевять земель питĕ инçе (⸗тре), çичĕ тинĕс леш енче (е енне); соль земли çĕр сĕткенĕ; от земли не видать çĕр çумĕнчен хăпайман; словно из земли (или из-под земли) вырасти кĕтмен-туман çĕртен сиксе тух; сквозь землю провалиться çĕр çăтнă пек çухал; çĕр тĕпне анса кай; видеть на два аршина под землей çĕр айĕнчине кур (çивĕч куç пирки); земли под собой не слышать (или не чуять) ура айĕнче çĕр пуррине те ан сис, ниçта кайса кĕме ан пĕл (савăннипе); отличаться как небо от земли, небо и земля çĕрпе пĕлĕт пек уйрăлса тăр, çĕрпе пĕлĕт пек; потупить глаза в землю пуçа чиксе тăр; предать земле пытар (вилене); сровнять с землёй çĕрпе танлаштар; лечь (или ложиться в землю) çĕре кĕр.

изощрённый

прил. 1. вичкĕн, çивĕч (ăс-хакăл, туйăм, сисĕм); изощрённый ум çивĕч ăстăн; 2. кăткăс, тем(ĕн) тĕрлĕ; изощрённые пытки тем тĕрлĕ асаплантарни.

изощряться

несов. 1. см. изощриться; 2. (идти на ухищрения ради чего-л.) чеелен, тапаçлан, тем тĕрлĕ хăтлан; изощряться во лжи тем тĕрлĕ суеçтер.

имитировать

несов. 1. кого-что (подражать) евĕр ту, пек ту, имитациле; имитировать голоса птиц тĕрлĕ кайăк сасси кăлар; 2. что (подделывать) тĕслĕ (е евĕр, пек) ту.

иначе

нареч. 1. урăхла, тепĕр тĕрлĕ, урăх майлă (е майпа); совершенно иначе пачах урăхла; делать иначе урăхла ту; говорить иначе урăхла кала; иначе говоря тепĕр майлă каласан; 2. в внач. против, союза, разг. атту, унсăрăн; беги, иначе опоздаешь! чуп, атту кая юлатăн!; ◇ так или иначе в знач. вводн. сл. епле пулсан та.

инородный

прил. ют, урйх тĕрлĕ, урйх йышши; инородные явления урăх пулăмсем; инородное тело 1) мед. ӳтри ют япала (сăм. снаряд ванчăкĕ); 2) ют çын (шухăшĕпе, тĕллевĕпе).

инструментовка

ж. инструментовка (1. нузыка произведенииĕ инструментсемпе каламалла туни; 2. музыка теорийĕн тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинчен тата вĕсене оркестрта мĕнле пĕрлештерсе майлаштармалли çинчен калакан пайĕ; 3. сăвăра сасăсемпе илемлĕ янрамалла туса усă курни).

калейдоскоп

м. 1. физ. калейдоскоп; 2. перен. вĕçĕмсĕр улшăну (тĕрлĕ пулăмсем, сăнсем, ӳкерчĕксем вĕçĕмсĕр улшăнса тăни); калейдоскоп событий хăвăрт улшăнса пыракан ĕçсем.

камуфляж

м. воен. камуфляж (вăрçа хатĕрĕсене, çуртсене, тăшман ан асăрхатăр тесе, тĕрлĕ тĕслĕ сăрласа хӳтĕлемелли меслет).

капот

м. капот (1. уст. хĕрарăмсен килте тăхăнмалли шалпар кĕпи; 2. тех. тĕрлĕ механизмсене тусанран, çутăран хӳтĕлекен хупăлча).

капсула

ж. капсула (1. фарм. порошок евĕрлĕ е шĕвĕ эмел тултарнă, çăварта час ирĕлекен пĕчĕкçĕ хутаç; 2. анат. чĕрĕ организмри тĕрлĕ органсене çыхăнтаракан витĕ; 3. тех. тĕрлĕ механизмсен, сăм. космос карапĕн уйрăм хупăлчана вырнаçтарнă пайĕ).

каретка

ж. каретка (1. пĕчĕк карета; 2. тĕрлĕ машинăсен пĕчĕк барабанĕ, валĕ).

колесить

несов. разг. 1. (ехать дальним путём) тавра çӳре; 2. (много ездить) çӳре, пул (тĕрлĕ çĕрте), çит (тĕрлĕ çĕре).

контрабанда

ж. 1. контрабанда (тĕрлĕ таварсене, сутма чарнă е хаклă япаласене государство чикки урлă пошлина тӳлемесĕр вăрттăн каçарни); 2. контрабанда таварĕ (чикĕ урлă вăрттăн илсе каçарнă тавар, хаклă япаласем); 3. в знач. нареч. контрабандой вăрттăн, контрабанда мелĕпе.

конфетти

с. нескл. конфетти (уявсенче, балсенче пĕр-пĕрин çине сапмалли тĕрлĕ тĕслĕ хут татăкĕсем).

кривотолки

мн. разг. терĕс мар (е ырă мар) сăмах-юмах, тĕрлĕ сăмах-юмах.

курия

ж. кури (1. ист. авалхи Римри патрицисен темиçе йăх пĕрлешĕвĕ; 2. хăшпĕр буржиаллă çĕршывсенчи суйлавçăсен тĕрлĕ разрячĕсен ячĕ).

легенда

ж. 1. (предание) легенда (пĕр-пĕр çын е историллĕ событи çинчен халăх хушшинче çӳрекен халап); 2. (вымысел) легенда, сăмах-юмах; о нём рассказывают легенды ун пирки тĕрлĕ сăмах-юмах çӳрет.

магнетизм

м. физ. магнетизм (1. магнит явленийĕсем çинчен калакан вĕрентӳ; 2. пур тĕрлĕ магнит явленийĕсем); земной магнетизм çĕр магнетизмĕ (Çĕрĕн магнит свойстви).

масть

ж. 1. тĕс (лашан); лошадь гнедой масти тур лаша; 2. карт. масть, карт тĕсĕ; ◇ одной масти, под одну масть пĕр евĕр, пĕрешкел; всех мастей пур тĕрлĕ; в масть, под масть майлă, юрăхлă; не в масть, не под масть мая килмест, юрăхсăр.

межвидовой

прил. биол.: межвидовое скрещивание растений тĕрлĕ тĕслĕ ӳсентăрансене пĕтĕçтерни.

междоусобие

с., междоусобица ж. хирĕçӳ, тавлашу, вăрçă (пĕр патшалăхри тĕрлĕ ушкăнсем хушшинче).

междоусобный

прил.: междоусобные войны шалти вăрçă (патшалăхри тĕрлĕ ушкăнсем хушшинчи).

меланжевый

прил.: мексиканская пряжа меланж çип (тĕрлĕ тĕслĕ сӳсрен е çăмран хутăш арласа тунă çип).

метизация

ж. биол. метизаци (выльăх е тырă пахалăхне лайахлатма тĕрлĕ йăхсене е сортсене пĕтĕçтерни).

механицизм

м. филос. механицизм (аталанăвăн пур тĕрлĕ кăткăс формисене механика законĕсемпе ăнлантаракан диалектикăна хирĕçле вĕрентӳ).

многоборье

с. спорт. многоборье (темиçе тĕрлĕ спорт упражненииĕ пĕрлештерекен ăмăрту).

многообразие

с. нумайевĕрлĕх, нумай тĕрлĕ пулни.

многообразный

прил. нумай тĕрлĕ (е евĕрлĕ), тĕрлĕрен тĕслĕ.

многосторонний

прил. 1. мат. нумай енлĕ (е аяклă); многосторонняя призма нумай енлĕ призма; 2. нумай енлĕ, нумаййăн хутшăнакан; многосторонний договор нумай енлĕ договор; 3. (разносторонний) нумай (е тĕрлĕ) енлĕ (пултарулăх е интерес).

многоцветный

прил. 1. чăпар, тĕрлĕ-тĕрлĕ, нумай тĕслĕ; многоцветный ситец тĕрлĕ-тĕрлĕ ситсă; 2. бот. нумай çеçкеллĕ.

многоязычный

прил. нумай чĕлхеллĕ, тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан; СССР многоязычная страна СССР — нумай чĕлхеллĕ çĕршыв.

модификация

ж. 1. модификаци, улшăну; 2. (предмет или явление) япалан тĕрлĕ тĕсĕ, расна форми.

мозаика

ж. 1. мозаика (тĕслĕ чул е кĕленче катăкĕсенчен тунă картина); 2. перен. ула-чăла (е тĕрлĕ-тĕрлĕ) япала, тĕрлĕ тĕслĕ хутăш.

мозаичный

прил. 1. мозаика ⸗ĕ [⸗и], мозаикăллă; мозаичный рисунок мозаикăллă ӳкерчĕк; 2. перен. ула-чăла, чăпар, тĕрлĕ тĕслĕ.

молоточек

м. 1. уменьш. от молоток пĕчĕк мăлатук; 2. çапкăч (тĕрлĕ механизмсен пайĕ).

монотонный

прил. 1. пĕр сасăллă, шав пĕр пек сасăпа, шав пĕр пек (янракан); монотонное пение пĕр сасăллăн юрлани; 2. перен. пĕр евĕрлĕ, пĕр тĕрлĕ, улшăнми; йăлăхтармăш, кичем; монотонная жизнь пĕр евĕр кичем пурнăç.

населять

несов. 1. см. населить; 2. что составлять население) пурăн; Среднюю Азию населяют многие народы Вăтам Азире тĕрлĕ халăх пурăнать.

настолько

нареч. çав тери (е таран, тĕрлĕ), çавăн чухлĕ.

неодинаковый

прил. пĕрешкел (е пĕр йышши) мар, расна, тĕрлĕ.

нимфа

ж. нимфа (грек мифологиăĕнче çутçанталăкăн тĕрлĕ хăвачĕсене палăртакан хĕрарăм турă).

обдумать

сов. что тĕплĕ шухăшла (е уйла), тĕрлĕ енчен шухăшла.

обжарить

сов. что ăшала (тĕрлĕ енчен, çавăркаласа).

обклевать

сов. что тĕрлĕ енчен сăх, сăхса пĕтер.

облазить

сов. что, разг. çӳре, çит (тĕрлĕ çĕре).

обстоятельство

с. 1. (событие, факт) май, мĕнле килни, ĕç мĕнле пулни; 2. мн. обстоятельства (совокупность условий) лару-тăру, услови, ĕç мĕнлелĕхĕ; смотря по обстоятельствам майне кура; стечение обстоятельств тĕрлĕ майсем пĕрле килсе тухни; по семейным обстоятельствам çемьери условисене пула; при всех обстоятельствах кирек мĕнле пулсан та; 3. грам. обстоятельство; обстоятельство времени вăхăт обстоятельстви.

объясняться

несов. 1. см. объясниться; 2. (разговаривать) калаç, пупле; глухонемые объясняются жестами чĕлхесĕр-хăлхасăрсем алăсемпе калаçаççĕ; 3. чем (иметь причиной) кил (мĕнрен), пул, ăнлантар (мĕнпе); это объясняется целым рядом трудностей ку тĕрлĕ йывăрлăхсенчен килет.

однообразный

прил. пĕр тĕрлĕ (е тĕслĕ), пĕр кĕвĕллĕ.

однородный

прил. пĕр тĕрлĕ (е тĕслĕ), пĕр евĕрлĕ; однородный металл пĕр тĕрлĕ металл; однородные члены предложения грам. предложении пĕр йышши членĕсем.

одноцветный

прил. 1. пĕр тĕслĕ, пĕрпек тĕслĕ; 2. перен. (однообразный) пĕр тĕрлĕ (е тĕслĕ).

омоним

м. лингв. омоним (тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пĕр пек сăмахсем).

омонимия

ж. лингв. омонимия, омонимлăх (сăмахсем пĕлтерĕшĕ енчен тĕрлĕ пулса сасăсем енчен пĕрешкел пулни).

ополчиться

сов. на кого-что, против кого-чего 1. (пойти войной) вăрçма кай, вăрçăпа тух, вăрçа çĕклен; ополчиться на врага тăшмана хирĕç вăрçа çĕклен; 2. перен. хирĕç тăр, кĕрешме тытăн; ополчиться против суеверий тĕрлĕ тĕшмĕшсене хирĕç кĕрешме тытăн.

оракул

м. оракул (1. ĕлĕкхи вăхăтра турă ячĕпе тĕрлĕ вăрттăнлăха каласа пĕлтерекен юмăç; 2. юмăç пăхмалли кĕнеке).

оркестр

м. оркестр (1. музыка произведенине калакан тĕрлĕ инструментсем тата музыкантсен ушканĕ; 2. театр та сцена умĕнче музыкантсем лармалли вырăн).

оснастить

сов. что 1. тĕрлĕ хатĕрсем ларт (е вырнаçтар); оснастить судно судно çине хатĕрсем ларт; 2. хатĕрсем туянтар, пуянлат; оснастить народное хозяйство передовой техникой халăх хуçалăхне малта пыракан техникăпа пуянлат.

особый

прил. 1. (особенный, необычный) уйрăм, хăйне майлă (е евĕрлĕ), хăйнешкел; 2. (большой, значительный) ытлашши, çав тĕрлĕ; без особых затруднений ытлашши чăрманмасăрах; 3. (отдельный) уйрăм, ятарлă, юри тунă.

палитра

ж. палитра (1. художниксен сăрă сĕрсе хумалли хăма татăкĕ; 2. творчествăри пур тĕрлĕ мелсем).

перефразировать

сов. и несов. что тепĕр тĕрлĕ (е майлă) кала.

перефразировка

ж. 1. по гл. перефразировать; 2. (перефразированные слова) тепĕр тĕрлĕ (е майлă) калани.

перифразировать

сов. и несов. что, лит. урăх сăмахпа кала, тепĕр тĕрлĕ кала; перифразировать пословицу ваттисен сăмахне тепĕр тĕрлĕ кала.

пёстрый

прил. 1. тĕрлĕ тĕслĕ, ула, ула-чăла, чăпар; пёстрая ткань пăчăр улача; пёстрая кукушка чăпар куккук; пёстрая корова ула ĕне; становиться пёстрым ула-чăлалан; 2. перен. (неоднородный) тĕрлĕ(рен) тĕслĕ (е йышши).

покрой

м. ĕренкĕ, тĕс, манер; покрой платья кĕпе ĕренки, кĕпене мĕнле касса çĕлени; шуба прямого покроя тӳрĕ кĕрĕк; на один покрой, одного покроя пĕр тĕрлĕ, пĕр йышши.

поли⸗

хутлă сăмахсен «нумай, тĕплĕ(рен)» пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: поливитамин тĕрлĕ(рен) витаминсем.

поливитамин

м. тĕрлĕ(рен) витаминсем, поливитамин.

продолжительность

ж. 1. вăхăт, хушă, пыни, кайни; продолжительность переговоров калаçу ирттернĕ хушă; 2. (время, срок) вăхăт, срок, ĕмĕр; у разных деревьев разная продолжительность жизни тĕрлĕ йывăçăн тĕрлĕ ĕмĕр.

раз⸗

(разо⸗, разъ⸗, рас⸗) приставка 1. глаголсем çумне хушăннă чух çаксене пĕлтерет: 1) вакланнине, пайланнине: разбить çĕмĕр; 2) уйăрнине: развязать салт; 3) валеçсе панине: раздать валеçсе пар; 4) ĕç тĕрлĕ енне кайнине: разбросать сапаласа пĕтер; 5) хирĕçле ĕçе: разлюбить юратма пăрах; 2. паллă ячĕсемпе япала ячĕсенче «питĕ» пĕлтерĕшпе çӳрет: развесёлый питĕ савăнăçлă; разудалый питĕ маттур.

разбегаться

сов. разг. чупма пуçла, тĕрлĕ еннелле чупса кай.

разбросаться

сов. разг. (одновременно заняться многим) сапалан, саланчăк пул, тĕрлĕ ĕçпе ĕçле (пĕр вăхăтрах).

разделиться

сов. 1. пайлан, валеçĕн, уйрăл; разделиться на группы ушкăн-ушкăн уйрăл; 2. (разделить имущество) уйрăл, уйрăлса тух; 3. (разойтись в чём-л.) уйрăл, тĕрлĕ пул; мнения разделились шухăшсем тĕрлĕ пулчĕç.

различный

прил. тĕрлĕ, тĕрлĕрен, тĕслĕрен, уймăллă; различные мнения тĕрлĕ шухăшсем.

разнарядка

ж. разнарядка (ĕç тума, тĕрлĕ япаласем илме çырса панă хут).

разнести

сов. 1. что (доставить в разные места) салат, салатса пар, валеç; разнести письма по домам килсерен çыру салат; 2. что (разместить) çырса хур (тĕрлĕ вырăна); 3. что, перен. разг. (распространить) сар; разнестити слух сăмах сар; 4. что, разг. (разбить, разрушить) иш, çĕмĕр, ишĕлтер, çĕмĕрсе тăк, ват; буря разнестила лодку в щепки тăвăл кимме чĕрпĕкĕн-чĕрпĕкĕн çапса аркатнă; 5. что (разогнать, рассеять) салат, вĕçтерсе салат, салатса яр; ветер разнёс тучи çил пĕлĕтсене салатса ячĕ; 6. кого-что, перен. разг. (разругать) ятласа тăк, вăрçса тăк; 7. безл. кого-что, разг. (раздуть) шыç, шыçса кай; щёку разнестило питçăмарти шыçса кайнă.

разно⸗

хутлă сăмахсен «тĕрлĕ» пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: разносторонний тĕрлĕ енлĕ.

разновременный

прил. тĕрлĕ вăхăтри, тĕрлĕ вăхăтра пулакан; разновременные события тĕрлĕ вăхăтри ĕçсем.

разноголосица

ж. разг. 1. (нестройное пение) килĕшӳсĕр юрлани, тĕрлĕ сасăсем, пăтранчăк сасăсем; 2. см. href='/s/разногласие'>разногласие.

разноголосый

прил. тĕрлĕ саслă, килĕшӳсĕр; разноголосый говор тĕрлĕ саслă калаçу.

разнозначный

прил. тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ.

разноимённый

прил. тĕрлĕ ятлă, тĕрлĕрен ятлă.

разнокалиберный

прил. 1. воен. тĕрлĕ калибрлă; разнокалиберные пистолеты тĕрлĕ калибрлă пистолетсем; 2. перен. (разных размеров) тĕрлĕ, тĕрлĕрен; разнокалиберная посуда тĕрлĕ савăт-сапа; 3. перен. (неоднородный) хутăш, тĕрлĕ.

разномастный

прил. тĕрлĕ тĕслĕ, тĕрлĕрен; разномастные лошади тĕрлĕ тĕслĕ лашасем.

разнообразие

с. тĕрлĕлĕх, тĕрлĕ пулни; разнообразие деревьев йывăçсем тĕрлĕ пулни; ◇ для разнообразия тĕрлĕрен пултăр тесе, улăштарас тесе.

разнообразить

несов. что улăштар, тĕрлĕ тĕслĕ ту.

разнообразный

прил. тĕрлĕ, тĕрлĕрен, тĕслĕрен; разнообразная работа тĕрлĕрен ĕç.

разноплемённый

прил. тĕрлĕ йăхлă, тĕрлĕ халăхлă; разноплемённое войско тĕрлĕ халăхлă çар.

разноречивый

прил. хирĕçӳллĕ, тĕрлĕ; разноречивые слухи хирĕçӳллĕ сас-хура.

разнородный

прил. тĕрлĕ йышши, тĕрлĕрен; разнородные вещества тĕрлĕ йышши веществосем.

разносторонний

прил. 1. пур енлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ (е йышши); разносторонние знания пур енлĕ пĕлӳ; 2. мат. тĕрлĕ енлĕ, тан мар енлĕ; разносторонний треугольник тан мар енлĕ виçкĕтеслĕх.

разнохарактерный

прил. тĕрлĕ характерлă, тĕрлĕ йышши.

разноцветный

прил. темиçе тĕслĕ, тĕрлĕ тĕслĕ; разноцветные фонари тĕрлĕ тĕслĕ хунарсем..

разношёрстный

прил. 1. тĕрлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ; 2. перен. разг. тĕрлĕрен; разношёрстное население тĕрлĕрен халăх.

разноязычный

прил. тĕрлĕ чĕлхеллĕ, нумай чĕлхеллĕ; разноязычная толпа тĕрлĕ чĕлхеллĕ ушкăн.

разный

прил. 1. (неодинаковый, иной другой) тĕрлĕ, тĕрлĕрен, тĕслĕрен, расна, уймăллă; из разных деревень тĕрлĕ ялтан; разные мысли тĕрлĕ шухăшсем; 2. (разнообразный) тĕрлĕрен, тĕслĕрен, тĕрлĕ-тĕрлĕ.

разослать

сов. кого-что. 1. (в разные места) тĕрлĕ çĕре яр; разослать письма çырусене тĕрлĕ çĕре яр; 2. (отправить всех) кăларса ярса пĕтер, ярса пĕтер.

разрозненный

прил. 1. (неполный) тулли мар; тĕрлĕ, уйрăм; разрозненный комплект инструментов инструментсен тулли мар комплекчĕ; разрозненные тома сочинений Лермонтова Лермонтов сочиненийĕсен томĕсем; 2. (разобщённый) уйрăм, сапаланчăк, пĕрлешсе тăман; разрозненные усилия сапаланчăк вăйсем.

раскатить

сов. что 1. (катя, придать чему-л. скорость) ярăнтарса яр, вăйлă кустарса яр; 2. (направить в разные стороны) тĕрлĕ еннелле кустарса яр; раскатить бочки пичкесене тĕрлĕ еннелле кустарса яр.

раскатиться

сов. 1. (разогнаться) вăйлăн ярăнса кай, хытă кусса кай; телега раскатилась урапа хытă кусса кайрĕ; 2. (покатиться в разные стороны) тĕрлĕ еннелле куçса кай; яблоки раскатились по полу улмасем урайĕнче тĕрлĕ еннелле кусса кайрĕç.

раскатка

ж. по гл. раскатать(ся) и раскатить(ся); раскатка ковра кавире сӳтсе пăрахни; раскатка брёвен пĕренесене тĕрлĕ еннелле кустарса яни; раскатка теста чуста йĕтĕрлени.

раскол

м. 1. по гл. расколоть и расколоться; 2. (разногласие) пайланса кайни, уйрăлса кайни (ушкăнсем çине); 3. рел. раскол (17-мĕш ĕмĕрте Российăри православи тенĕ тĕрлĕ сектăсене уйралса кайни).

раскраситься

сов. сăрлан, сăрланса пĕт, тĕрлĕ тĕслĕ сăрлан.

расползтись

сов. 1. (уползти в разные стороны) тĕрлĕ еннелле шуса кай, шуса салан; 2. разг. (разорваться) çурăлса кай, ирĕлсе кай, ишĕл, çĕтĕл, çĕтĕлсе пĕт; одежда вся расползлась тумтир çĕтĕлсех пĕтнĕ; 3. перен. разг. (растечься, расплыться) епсĕрĕл, сарăл, сарăлса кай.

расселить

сов. кого 1. (разместить) куçарса ларт, тĕрлĕ çĕре куçар; 2. (поселить порознь) куçарса ларт, уйăрса ларт, уйрăмшарăн вырнаçтар; крестьяне были рассеены по хуторам хресченсене хуторсене куçарса лартнă.

расселиться

сов. 1. (разместиться) (тĕрлĕ çĕре) куçса лар; 2. (поселиться порознь) уйрăмшарăн вырнаç, уйрăлса вырнаç; расселиться в разных местах тĕрлĕ çĕре уйрăлса вырнаç.

растасовать

сов. 1. что хутăштар, пăтрат; растасовать карты картсене хутăштар; 2. кого-что, перен. разг. (разместить по разным местам) тĕрлĕ вырăна хур (е ларт), тĕрлĕ çĕре вырнаçтар.

растечься

сов. 1. (потечь в разных направлениях) тĕрлĕ еннелле юхса кай; 2. перен. палăр; сарăл; по лицу растеклась улыбка пичĕ çинче савăнăç палăрчĕ.

растяжимый

прил. 1. тăсăлакан, сарăлакан, тăсăлма тултаракан; 2. перен. тĕрлĕ ăнланмалла, тĕрлĕрен ăнлантарма май пур; растяжимое понятие тĕрлĕ ăнланмалла япала.

расцветка

ж. тĕс, тĕрлĕ тĕс; ткань яркой расцветки чакăр тĕслĕ пусма.

рацион

м. рацион (1. паллă вăхăтлăха уйăрнă пур тĕрлĕ апат; 2. выльăха талăкра паракан апат).

регенерация

ж. тех. регенераци (производствăра усă курнă япаласен каяшĕнчен тĕрлĕ майсемпе каллех малтанхи япаласене туни).

репарации

мн. (ед. репарация ж.) репараци (вăрçăра парăннă çĕршыв парăнтаракан çĕршыва вăрçăра кӳнĕ сиенсемшĕн тӳлесе тăракан укçапа тĕрлĕ япала).

род

м. 1. (в первобытном обществе) ăру; 2. (поколение) йăх, несĕл; из рода в род несĕлтен несĕле; 3. биол. (группа) ушкăн, йăх; 4. (разновидностьу сорт) сорт, тĕс; всякого рода товары темĕн тĕрлĕ таварсем; 5. (способу образ) май, мел; род жизни пурнăç майĕ; 6. лингв. несĕл; категория рода несёл категорийĕ; ◇ род оружия (или войск) хĕçпăшал (е çар) тĕсĕ; от роду çуралнăранпа; ему от роду двадцать лет вăл çуралнăранпа çирĕм çул çитрĕ, çирĕм çул тултарчĕ; род людской этемлĕх; в этом роде çавăн пекрех; своего рода хăйне йышши; без роду, без племени йăхсăр-несĕлсĕр, хăр пĕччен; в некотором роде хăйне евĕр; мужской род (мужчины) арçынсем; (ему) на роду написано см. href='/s/написать'>написать.

с⸗

(со⸗, съ⸗) приставка 1. глаголсем тăвать, çаксене пĕлтерет: 1) куçнине: сбежать из дому килтен тухса тар; свернуть с дороги çултан пăрăн; стечь юхса ан; 2) калла-малла куçнине: сходить кайса кил; сбегать чупса кайса кил; слетать вĕçсе кайса кил; 3) çыхăнтарнине, пĕрлештернине: связать çых; склеить çыпăçтар; 4) пĕрле тунине е пĕрле пулнине: сотрудничать пĕрле ĕçле; 5) (с частицей ⸗ся) тĕрлĕ вырăнтан пĕр çĕре пухăннине: съехаться килсе çит; стечься юхса пухăн; 6) (с частицей ⸗ся) пĕр-пĕринпе килĕшсе тунине: сговориться килĕшсе татăл; сработаться килĕштерсе ĕçле; 7) пĕр япалана тепĕр япаларан пăхса тунине: сличить танлаштарса пăх; списать çырса ил (пăхса); 8) ĕç пулăмне: сузить ансăрлат (е пĕр); свить верёвку вĕрен яв; 2. ĕç веçленнине кăтартакан глагол формисем тăвать: сделать туса пар (е хур); спеть юрласа пар; 3. наречисем тăваты слегка кăштах, çăмăллăн; справа сылтăмран; смолоду çамрăкран.

серпантин

м. серпантин (тĕрлĕ тĕслĕ хутран тунă ансăр вăрăм лента).

склероз

м. мед. склероз (тĕрлĕ органсем чирлесе хытса хуланланса пыни).

сливной

прил. хутăштарнă; сливное молоко хутăштарнă сĕт (тĕрлĕ ĕнерен сунине е тĕрлĕ савăтран); 2. юхтармалли; сливной чан юхтармалли чан; ◇ сливной пункт пуçтаракан пункт.

слой

м. 1. сий, хут; верхние слои почвы тăпран çӳлти сийĕсем; 2. (группа людей) сий; различные слои населения халăхăн тĕрлĕ сийĕсем.

смесь

ж. 1. (смешение) хутăш; бетонная смесь бетон хутăшĕ; горючая смесь çунакан хутăш; 2. (сочетание, совокупность) пĕрлешӳ, хутăш; смесь разнородных явлений тĕрлĕ пулăмсен пĕрлешĕвĕ.

совмещать

несов. что 1. (выполнять одновременно) пĕр вăхăтра ту (е туса тăр, ĕçле); совмещать две должности икĕ ĕçре ĕçле; совмещать работу с учёбой ĕçленĕ вăхăтрах вĕрен; 2. в ком-чём (одновременно содержать в себе) пĕрлештерсе (е çыхăнтарса) тăр, килĕштерсе çыхăнтар; совмещать различные свойства тĕрлĕ пахалăхсене пĕрлештерсе тăр; 3. мат. тĕл ту, тĕл килтер.

соприкасаться

несов. 1. (дотрагиваться) тĕкĕн, сĕртĕн, перĕн; соприкасаться лбами çамкапа çамка сĕртĕн; 2. (иметь смежные границы) юнашар пул, çыпçăн, тĕкĕн, чикĕлен; наш сад соприкасается с лесом пирĕн сад вăрманпа чикĕленсе тăрать; 3. перен. (быть связанным с чем-л.) çыхăн, перĕн, тĕкĕн; наши интересы ни в чём не соприкасаются пирĕн интерессем пĕртте çыхăнса тăмаççĕ; 4. перен. (сталкиваться) хутшăн, тĕл пул; соприкасаться с разными людьми тĕрлĕ çынсемпе тĕл пул.

спартакиада

ж. спорт. спартакиада (тĕрлĕ спорт вăййиллĕ массăллă ăмăрту).

спектр

м. спектр (çутă пайăркисем кĕленче е урăх япала витĕр тухнă хыççăн курăнакан тĕрлĕ тĕслĕ йăрăмсем).

сселить

сов. кого-что куçарса кил, куçарса ларт (тĕрлĕ вырăнта пурăнакан çынсене); сселить хуторян в колхозные селения хутăрта пурăнакансене колхозлă ялсене куçарса ларт.

сселиться

сов. куçса кил, куçса килсе лар (тĕрлĕ вырăнтан).

статистика

ж. статистика (1. обществăри тĕрлĕ улшăнусене хисеп енчен тĕпчекен наука; 2. йышлă явленисене хисеп тĕлĕшĕнчен шута илни; 3. тĕрĕс наукăсенче усă куракан статистикăлла тĕпчев меслечĕ).

стеклодув

м. кĕленче вĕрекен (вĕрсе кĕленчерен тĕрлĕ япаласем тăвакан рабочи).

сторона

ж. 1. (пространство, место) ен; в сторону деревни ял енне; со стороны леса вăрман енчен; в разные стороны тĕрлĕ еннелле; 2. (местность, страна) ен, çĕр, çĕршыв, кĕтес; на чужой стороне ют çĕрте; родная сторона тăван кĕтес; 3. (чужая местность; чужое место) аяк, ют, ют çĕр; со стороны аякран; на стороне ют çĕрте; держаться в стороне аякра тăр; 4. (место по краю, край) аяк, ен; посмотреть в сторону аяккалла пăх; носить значок на левой стороне груди значока кăкăрăн сулахай енне çакса çӳре; 5. (одна из поверхностей предмета) ен; лицевая сторона материи пусман пит енĕ; 6. (составная часть, элемент чего-л., свойства) ен, пай; положительная сторона дела ĕçĕн лайăх енĕ; техническая сторона проекта проектăн техника пайĕ; 7. (группа людей) ен; враждующие стороны хирĕçекен енсем; 8. в знач. нареч. стороной айккипе, айккинчен, хĕррипе; пройти стороной айккинчен иртсе кай; 9. мат. хĕр, аяк; стороны треугольника виçкĕтеслĕх аякĕсем; ◇ в стороне уйрăм, уйрăлса; на сторону (сбыть, продать) аяккалла (витер, сут); принять чью-л. сторону пĕр-пĕр енĕ майлă пул; шутки в сторону шӳт тума вăхăт мар; моё дело сторона манăн ĕç çук унта; отпустить на все четыре стороны ирĕке яр; со стороны кого-чего-л. енчен; с одной стороны.., с другой стороны.. в знач. вводн. сл. пĕр енчен.., тепĕр енчен..; смотреть (или глядеть) по сторонам аяккалла (е унталла-кунталла) пăхкала.

страстный

прил. 1. (пылкий) хĕрӳ, хĕрӳллĕ; страстная речь хĕрӳллĕ сăмах; 2. (увлекающийся) çав тери (е тĕрлĕ), хĕрӳллĕ; он страстный филателист вăл çав тери маркăсем пухма юратать; 3. (сильно и пылко чувствующий) хĕрӳ (е вĕри) чунлă, хĕрӳллĕ; страстный человек хĕрӳ чунлă çын; страстная любовь хĕрӳллĕ юрату.

субстрат

м. субстрат (1. спец. никĕс; 2. филос. тĕрлĕ явленисен пĕрлĕх никĕсĕ).

сульфат

м. сульфат (тĕрлĕ веществосен кӳкĕртлĕ кислота тăварĕсен ячĕ).

тавтология

ж. тавтологи (пĕр ăнлавах тĕрлĕ сăмахпа икĕ хут калани).

тарифицировать

сов. и несов. что тарификациле, тарифла, тарификаци ту; тарифицировать различные виды работ тĕрлĕ ĕçсене тарификациле.

термит

м. хим. термит (тĕрлĕ металсен окиçĕпе алюмини хутăшĕ).

типология

ж. типологи (тĕрлĕ япаласемпе пулăмсене вĕсен пĕрпеклĕхĕсене шута илсе классификацилени).

токсин

м. биол., мед. токсин (тĕрлĕ микроорганизмсем туса кăларакан наркăмăшлă япала).

тройственный

прил. 1. (тройной) виç тĕслĕ (е тĕрлĕ); 2. виççĕллĕ, виç пайлă, виççĕн тунă; тройственный союз виçĕ патшалăх тунă союз.

троякий

прил. виç тĕслĕ (е тĕрлĕ) виçĕ майлă; троякое значение виç тĕслĕ пĕлтерĕш.

универсал

м. универсал (тĕрлĕ ĕçе пĕлекен ăста çын).

универсальный

прил. 1. (разносторонний) универсаллă, тĕрлĕ (е нумай) енлĕ, тĕрлĕ йышши, нумай тĕрлĕ; универсальные сведения нумай енлĕ сведенисем; 2. (с разнообразным назначением) универсаллă; универсальный двигатель универсаллă двигатель; универсальный магазин универсаллă магазин.

ухищрение

с. сăлай, мел, хайла, чеелĕх; прибегать к разным ухищрениям тĕрлĕ мелпе усă кур.

фуга

ж. муз. фуга (1. пĕр темăна тĕрлĕ сасăпа темиçе хут палăртни; 2. çав мелпе çырнă музыка произведенийĕ).

хор

м. 1. (певческий коллектив) хор; народный хор халăх хорĕ; 2. (музыкальная пьеса) хор; написать хор хор çыр; 3. (одновременные звуки) хор, сасă, янрав; хор птичьих голосов тĕрлĕ кайăк сасси; 4. (множество одинаковых мнений) хор, сасă, кĕрлев, янрав; хор похвал мухтав сасси; 5. в знач. нареч. хором пĕр харăс, ушкăнпа, пурте пĕрле.

цветистый

прил. 1. (покрытый цветами) чечеклĕ; цветистый луг чечеклĕ çаран; 2. (пёстрый) тĕрлĕ тĕслĕ, чечеклĕ, чăпар; 3. перен. (витиеватый) тĕрленчĕк, эрешлĕ, хитрелетнĕ; говорить цветистым слогом хитрелетсе калаç.

цветной

прил. 1. (разноцветный) ...тĕслĕ, тĕрлĕ тĕслĕ, чăпар, тĕрĕллĕ; цветной платок тĕрĕллĕ тутăр; цветное платье улача кĕпе; 2. (о людях не белой расы) тĕслĕ ӳтлĕ; цветная капуста см. капуста; цветные металлы тĕслĕ металсем.

шасси

с. нескл. тех. шасси (1. тĕрлĕ машинăсемпе механизмсен рами, кăшкарĕ; 2. самолёт урапи).

экран

м. экран (1. çутăран е вĕрирен сыхланмалли щит; 2. тĕрлĕ сигналсене палăртмалли сий сăм. телевизорăн, кино кăтартмалли; 3. кино искусстви); ◇ широкий экран анлă экран.

эксцентрический

прил. мат. тĕрлĕ центрлă, пĕрлехи центрсăр; эксцентрические круги пĕрлехи центрсăр çаврашкасем.

электрометаллургия

ж. электрометаллурги (электричество вăйĕпе тĕрлĕ металсем е шăранчăксем туни).

эсперанто

с. нескл. эсперанто (тĕрлĕ халăх çыннисем хутшăнма ятарласа тунă чĕлхе).

этап

м. этап (1. воен. çар чаçĕсем апат-çимĕç, тĕрлĕ пулăшу илмелли тата çĕр каçмалли пункт; 2. уст. арестантсене çул çинче çĕр каçма вырнаçтаракан пункт; арестантсен вырăна çитичченхи çулĕ; 3. мĕнĕн те пулин пайĕ, сыпăкĕ; 4. спорт. ăмăрту дистанцийĕн пĕр пайĕ; 5. перен. тапхăр, вăхăт); ◇ по этапу (или этапом) уст. этап тăрăх, конвойпа.

язычество

с. язычество (тĕрлĕ турра ĕненни).

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

арабский

араб -ĕ; арабские страны араб çĕршывĕсем; арабский язык араб чĕлхи (афрази чĕлхисен семит ушкăнне кĕрет; унпа тĕрлĕ çĕршывсенче калаçакансен йышĕ 200 миллион çынран иртет)

ассортимент

ассортимент (тĕрлĕ таварсен пуххи); широкий ассортимент обуви атă-пушмакăн анлă ассортименчĕ; пополнить ассортимент ассортимента хушăнтар

глобализация

глобализаци (тĕрлĕ çĕршывсен экономикинче тĕнчери монополисен витĕмĕ вăйланни)

евреи

(самоназвание — йегудим, йид) еврейсем (тĕрлĕ çĕршывсенче пурăнакан халăх; йышĕ Израильте — 4 миллион çын, СШАра — 6 миллион çынна яхăн Раççейре — 550 пин çын, тĕнчипе пурĕ — 13,6 миллион çын)

комбинат

комбинат (тĕрлĕ ĕçе пĕрлĕхлĕ тăвакан предприяти); деревообрабатывающий комбинат йывăç ĕçлекен комбинат; хлопчатобумажный комбинат пир-авăр комбиначĕ

комплексный

комплекслă, нумай енлĕ; пĕрлĕхлĕ, пĕрлешӳллĕ; комплексные исследования нумай енлĕ тĕпчевсем; комплексная механизация комплекслă механизаци; комплексная экспедиция пĕрлĕхлĕ экспедици; комплексная бригада пĕрлешӳллĕ бригада (тĕрлĕ специальноçпа ĕçлекенсенчен тăраканни); комплексная программа комплекслă программа

конфессия

тĕн; представители разных конфессий тĕрлĕ тĕн çыннисем

марка

1. марка (тӳлев палли); почтовая марка почта марки; гербовая марка гербла марка (тĕрлĕ тӳлев тунине ĕнентерекенни) 2. тăмха, клеме; фабричная марка фабрика клеми 3. марка, сорт; товар высшей марки чи паха тавар 4. марка (хăш-пĕр çĕршывсенчи укçа ячĕ)

масленица

çăварни (Аслă типĕ умĕнхи уяв эрни; ун чухне хĕле ăсатса тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттереççĕ)

межнациональный

нацисем хушшинчи, халăхсем хушшинчи; межнациональные отношения нацисем хушшинчи хутшăнусем; межнациональные браки тĕрлĕ халăх çыннисем мăшăрланни

метис

метис (тĕрлĕ раса ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă çын)

многосторонний

нумай енлĕ, тĕрлĕ енлĕ; многостороннее сотрудничество тĕрлĕ енлĕ килĕштерсе ĕçлени; многостороннее соглашение нумай енлĕ килĕшӳ

моногенизм

моногенизм, пĕр несĕллĕх (этемлĕхĕн тĕрлĕ расисем пĕр тăхăмран аталаниине çирĕплетекен вĕрентӳ)

почтамт

почтамт (пур тĕрлĕ çыхăну ĕçĕсене тăвакан, телеграфлă, телефон станцийĕллĕ почта)

разнорабочий

тĕрлĕ ĕçри рабочи

родословная

йăх-ăру ĕлки, несĕл тытăмĕ (пĕр йăхăн тĕрлĕ сыпăкĕсене çыхăнуллăн кăтартса тухни)

санация

санаци (предприятие банкрота тухасран пулăшма патшалăх укçа, тĕрлĕ çăмăллăх пани)

смешанный

хутăш; смешанное население хутăш халăх; смешанный брак хутăш мăшăрлану (тĕрлĕ наци çыннисем пĕрлешни); смешанное общество хутăш пĕрлешӳ (акционерсем шутĕнче патшалăх та пулни)

социология

социологи (общество пурнăçĕн тĕрлĕ енĕсене пĕрлĕхлĕн тĕпчекен ăслăлăх)

языковой

чĕлхе -ĕ; языковой барьер чĕлхе чăрмавĕ (тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕрин чĕлхине пĕлменни); языковая ситуация чĕлхе тĕлĕшĕнчи лару-тăру; языковое общение чĕлхепе хутшăнни

швейцарцы

швейцарисем, швейцарецсем (Швейцарин тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçакан халăхĕ; йышĕ — 6 миллион çын)

цыгане

(самоназвание — рома) чикансем (тĕрлĕ çĕршывсенче сапаланса пурăнакан халăх; унăн несĕл тымарĕсем — Индире; йышĕ тĕнчипе пурĕ — 6 миллионран пуçласа 10 миллион çын таран, вăл шутра Раççейре — 153 пин çын)

эсперанто

эсперанто (тĕрлĕ халăх çыннисене хутшăнма хайланă чĕлхе)

этногеография

этногеографи (географин çĕр чăмăрĕ çинче тĕрлĕ халăхсем вырнаçса пурăннине тĕпчекен пайĕ)

фестиваль

фестиваль (тĕрлĕ ӳнер ăстисен çитĕнĕвĕсене кăтартакан анлă уяв); фестиваль народного творчества халăх пултарулăхĕн фестивалĕ; международный фестиваль тĕнчери фестиваль

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

тĕрлĕ

төрле

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

май

[maj]
flanko; maniero, truko, ebl(ec)o, okazo; laŭ
пит май — fronta flanko
тӳнтер май — dorsa flanko, reverso
пур майпа та — per ĉiuj eblaj rimedoj
çак майпа тăвас пулать — necesas fari tiel ĉi, tiumaniere
халĕ тĕл пулма май нимĕнле те тупаймастăп — nun mi neniel povas renkontiĝi
Италине кайса килме май килчĕ — mi havis eblecon viziti Italion
май пулсан — se eblos (eblas)
кайма май çук — ne estas ebleco iri
майне кура — depende de cirkonstancoj
тĕрлĕ майпа — diversamaniere
пур(ă)нăç майĕ — vivmaniero
хĕвеле май — laŭ la Suno
майăн — konforme al...
вăл каланă майăн — laŭ liaj (ŝiaj) vortoj, diroj
сăмах майĕпе — alvorte, interalie
пĕрмай — ĉiam

тĕрлĕ

[terle]
diversa, malsama, malsimila, ĉia, varia
тĕрлĕ вăхăтра — en diversa tempo
тĕрлĕ ыйтусем — variaj demandoj
тĕрлĕ тĕслĕ — multkolora, bunta
икĕ тĕрлĕ — du nalsamaj
тем тĕрлĕ — plej diversaj
тĕрлĕрен — diverse, malsame, varie

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

irgendwelcherlei

temĕn tĕrlĕ
темĕн тĕрлĕ

verschieden

tĕrlĕ, tĕrlĕren
тĕрлĕ, тĕрлĕрен

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

тĕрлĕ

«разный», «различный», «разнообразный», «разнородный»; пĕр тĕрлĕ «однообразный», «одинаковый»; чаг., уйг. тӳрлӳк, тур. тӳрлӳ-тӳрлӳ, тат. тӧрле, тӧрле-тӧрле, башк. тӧрлӧ-тӧрлӧ, hэр тӧрлӧ, кирг. ар тӳрдӳӳ, казах., к. калп., ног. тӳрли-тӳрли, алт. В тӳрлӳ, узб. турли, азерб. дӳрлу-дӳрлӳ, туркм. хер дӳрли, дӳрли-дӳрли, кумык. тюрлю-тюрлю «разнообразный», «различный», «разнородный», «всевозможный»; кирг. бир тӳрдӳӳ, к. калп. бир тӳрли, тат. бер тӧрле «однообразный». Образовано от того же корня, что алт. В тӳр «цвет», «вид»; др. уйг., казах., к. калп., кирг. mӳp «вид», «род», «форма»; тат., башк. тӧр «вид», «сорт», «часть»; ср. перс. (тоур) «способ», «образ», «манера».

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

автомагазин

ç.с. Тавар турттарса пырса сутмалли кӳмеллĕ (фургонлă) автомобиль; автолавкка. Автомагазин çула тухсан апат-çимĕç тата промышленность таварĕсемпе сутă тума пур майсем те пур. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Пухăннисене райпон икĕ автомагазинĕ тĕрлĕ таварпа тивĕçтереççĕ. Х-р, 26.07.2001, 4 с.

армрестлинг

ç.с. Спорт кĕрешĕвĕн тĕсĕ, ятарлă сĕтеле чавсапа тĕревлесе, хирĕç лараканпа алă вăйне виçни. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн акт залĕнче армрестлинг енĕпе ЧР чемпионачĕ иртрĕ. Х-р, 5.02.1997, 4 с. Фестиваль программи анлă та пуян, ... кире пуканне йăтакансем, аэробикăпа армрестлинга кăмăллакансем ăмăртаççĕ. Х-р, 15.05.1997, 4 с. Армрестлинг, ... шахмат, волейбол енĕсемпе вăй виçрĕç ял çамрăкĕсем. ÇХ, 1999, 29 /, 2 с. Уявра тĕрлĕ спорт вăййи иртрĕ, мини-футбол, армрестлинг... Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.

армспорт

ç.с. Армрестлинг. Фестивальте армспорт енĕпе вуникĕ хутчен тĕнче чемпионки ятне çĕнсе илнĕ... В.Габагова та ăмăртрĕ. Х-р, 8.06. 1999, 4с. Спортсменсем спортăн çак енĕсемпе ăмăртрĕç [Пĕтĕм чăвашсен IV Спорт олимпиадинче], армспорт, аэробика, бадминтон, пляж волейболĕ... Х-р, 14.06.2000, 1 с. Ăмăртусем тĕрлĕ енлĕ пулĕç, мини-футбол, волейбол, армспорт, лапта т.ыт.те. ÇХ, 2001, 20 /, 9 с. — армспорт федерацийĕ (Х-р, 18.06.2002, 4 с.).

арçуриана

ç.с. М.Ф.Федоровăн «Арçури» поэмин тĕрлĕ варианчĕсемпе куçарăвĕсем. Михаил Федоровăн хăй куçарнă тĕслĕхне тупса танлаштарсан кăна хăш тăлмач маттур пулнине палăртма май пулĕ... Çапла вара «арçуриана» текстологĕсене самаях кăткăс ĕç илĕртет. В.Станьял //ЧЛК, 1998, 18 с.

астармăш

п.п. Чĕрчунсене илĕртсе тытмалли апат. Пулла кайнă чухне çĕр ăманĕсĕр пуçне ытти тĕрлĕ илĕртмĕшсене те илмелле. О.Печниковпа М.Печникова, 2000, 201 с. Шур çунатлă лĕпĕшсем те çавăн пек астармăшсене лекме пултараççĕ. Ар, 2002, 19 /, 3 с. — ВЧС, 1971, 589 с.

банкнот

п.с. Хут укçа; банк билечĕ. Чăн-чăн банкнотсем çинче Шурă çуртăн чӳречисем çурри кăна уçă пек курăнаççĕ. К-н, 1968, 8 /, 11 с. Укçа кăларса тыттармалли вăхăт çитсен вăл банкнотсен тĕркине мар, хĕç-пăшал туртса кăларнă. ÇХ, 1999, 42 /, 4 с. Пурĕ 14 миллиард банкнота тĕрлĕ номиналпа пичетлесе кăлармалла. Х-р, 18.08.2000, 3 с. Ултавçă ... ăна [кинемее] 50 пин тенкĕлĕх укçа тыттарнă. Çапла, унашкал банкнот çук халь. Х-р, 31.01.2001, 1 с. — ВЧС, 1971, 31 с.; ЧВС, 1961, 54 с.; ВЧС, 1951, 26 с.

биоэнергетика

, ç.с. 1. Биохăват (туп.). Çакă [биоэнерго-тренинг] организмăн пытаннă резервĕсене тата биоэнергетикине сывлăхшăн ĕçлеттерме кирлĕ. Х-р, 4.03.1994, 3 с. Пирĕн тавра йывăç япаласем мĕн чухлĕ нумайрах — биоэнергетика тавралăхĕ çавăн чухлĕ тасарах. С-х, 2000, 27 /, 4 с. — биоэнергетика пулăмĕсем (Х-р, 17.06.1992,4 с.); биоэнергетика упражненийĕсем (Х-р, 4.03.1994, 3 с.). 2. Вышкайсăр туйăмлăхпа, биохăватпа (туп.) усă курса чир-чĕре палăртни тата сиплени (биотока витĕм кӳни, биоуя тӳрлетни, сĕртĕнмесĕр массаж туни). Пирĕн Центрта [Психо-терапи центрĕнче] биоэнергетика енĕпе 5 специалист, пурте вĕсем ăста врачсем. Х-р, 17.06.1992, 4 с. Массаж туни, тĕрлĕ курăк настойĕ хатĕрлени, биоэнергетика мелĕпе усă курни. Х-р, 18.09.1992, 3 с. — биоэнергетикăпа аппалан (Л.Сачкова, 1996, 96 с.).

биоэнерготерапевт

ç.с. Биоэнергетика (туп., 2) мелĕпе сиплекен врач. Чирлĕ çынна сывату курсĕ вăхăтĕнче темиçе тĕрлĕ специалист сиплет, ...Н.Михайлов хирург-травматолог тата биоэнерготерапевт, В.Антонова биоэнерго-корректор. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Тĕнче класлă З.Хардова био-энерготерапевт хăй сеансĕсене пырса куç ӳкнинчен, пăсса панинчен, ытти чир-чĕртен сипленме чĕнет. Х-р, 23.02.1994, 4 с. Хăйне вăл «чун сиплевçи» тет. Био[энерго]терапевт теме пулать. Х-р, 3.09.1996, 4 с.

бодибилдинг

ç.с. Тĕрлĕ йывăрăшсемпе вăй-хал хăнăхтарăвĕсем туса мускулсене тĕреклетмелли, хул-çурăма патварлăх кӳмелли ăсталăх; культуризм. Бодибилдинг енĕпе республикăн уçă чемпионачĕ иртрĕ. ÇХ, 6.10.1997, 2 с. Бодибилдинг асамлăхĕ юлашки вăхăтра Чăваш ен çамрăкĕсене те тыткăнларĕ. ÇХ, 9.10.1998, 12 с. Эпĕ бодибилдингпа аппаланмастăп пулин те, хул-çурăм питĕ тĕреклĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 4 с. — ЧР Бодибилдинг федерацийĕ (Х-р, 18.09.2001, 2 с.); бодибилдинг президенчĕ (Х-р, 18.06.2002, 4 с.).

босс

ç.с., калаç. Пуçлăх, ертӳçĕ, шеф. Республикăри профсоюзсен чи аслă босĕ кулленхи йывăр ĕç тĕрлĕ митингсенчен хаклăрах пулнине ниепле те ăнланмасть. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Атте, кам вăл «босс». — Камăн сан çине кăшкăрма ирĕк пур — вăл сан босу. ÇХ, 2000, 6 /, 12 с. Авланнă пуçлăхран ырри нимĕн те çук... Ман «босс» кашни кунах пушă мар. ЧХ, 2000, 35 /, 3 с. Партин вырăнти босĕ пурăннă чаплă çуртра чирлисене вырнаçтараççĕ. Х-р, 23.01.2001, 2 с. — пысăк боса тух (Х-р, 20.07.2001, 3 с.).

вертебролог

ç.с. Вертебро-логи ăсти. Эпир çынна комплекслă майпа сыватма тăрăшатпăр. Чирлекене тӳрех тĕрлĕ специальноçлă врачсем тĕрĕслеççĕ, психо-терапевтсем, ... вертеброневрологсем, иглотерапевтсем т.ыт.те. Х-р, 17.06.1992, 4с. Вертебролог сирĕн чирпе тĕплĕн паллашнă хыççăн сиплев мелĕсене палăртать. С-х, 2000, 36 /, 4 с.

вертеброневролог

ç.с. Вертебро-логи ăсти. Эпир çынна комплекслă майпа сыватма тăрăшатпăр. Чирлекене тӳрех тĕрлĕ специальноçлă врачсем тĕрĕслеççĕ, психо-терапевтсем, ... вертеброневрологсем, иглотерапевтсем т.ыт.те. Х-р, 17.06.1992, 4с. Вертебролог сирĕн чирпе тĕплĕн паллашнă хыççăн сиплев мелĕсене палăртать. С-х, 2000, 36 /, 4 с.

видео

ç.с. 1. Электричество сигналĕсене экран çине куçарса информаци илмелли (курмалли тата илтмелли) мел. Хăвăрах шутлăр-ха, нивушлĕ видео юхăмне чарса çитереттĕмĕр. КЯ, 27.10.1990, 2 с. Пысăк тавракурăмлă вăл [хальхи ача]. Тĕрлĕ видео тата ытти техникăна пула хăвăрт аталанать. Х-р, 27.03.1997, 4 с. Кунта радио, телевидени, видео, Интернет системи т.ыт. те витĕм кӳреççĕ. УС, 10.04.1998, 7 с. 2. Видеокамера (туп.). Тем пулас пур тесе ун чухне видеопа ӳкерсе илнĕ. ÇХ, 1999, 29 /, 1 с. Ывăл эпир стройпа пынине видеопа ӳкерсе илнĕ те, пăхасшăн-ха. Х-р, 12.05.2000, 1 с. 3. Видеопленка (туп.). И.Ульянов çул çӳреври пур утăма та видео çине ӳкернĕ. ÇХ, 29.05.1998, 2 с. Эпĕ ку юрра ... видео çине пĕрремĕш хут 1993 çулхине çыртарнă. А-и, 2000, 1 /, 8 с. Хĕрарăмсем çак фильма видео çине çыртараççĕ те ... темиçе хут çавăрттараççĕ. Х-р, 12.07.2002, 3 с. 4. Видеофильм (туп.). Пушă вăхăтра видео курассине [йĕрке-леме] ... кирлĕ хатĕрсене штаб парса ячĕ. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Юлташĕ видео курма пырса ларать. ÇХ, 10.04.1998, 5 с. Халь кашни килте видео пăхаççĕ. Х-р, 6.07.1999, 1 с. Видео, «Брил-лиантовый полицейский», «Конец света». ÇХ, 2000, 11 /, 12 с.

видеосюжет

ç.с. Чăн сюжетлă пĕчĕкçĕ видеофильм (туп.). Хам та ... чеченсем ӳкернĕ видеосюжетсене курнă. Хăрушă... Х-р, 7.05.1998, 2 с. «5 плюс» телеканалăн операторĕ Д.Андреев ӳкернĕ видеосюжетсем пĕрин хыççăн тепри улшăнаççĕ. Х-р, 11.10.2000, 2 с. Çамрăксем тĕрлĕ командировкăсене тухса çӳреççĕ, аудио- тата видеосюжетсем ӳкереççĕ. У-ц, 2001, 48 /, 6 с.

грант

ç.с. Конкурсра çĕнтернĕ проекта пурнăçа кĕртме (тĕпчев ирттерме, кĕнеке кăларма, курав йĕркелеме т.ыт.те) ятарлă фондран уйăракан халал. Библиотека ĕçченĕсем ... Дж. Сорос грантне те тивĕçрĕç. Х-р, 18.09. 1998, 3 с. Кăçал Сорос фончĕ енĕпе тата 26 пин долларлăх виçĕ грант [текстра, гранд] выляса илтĕмĕр. Х-р, 21.10.2000, 2 с. Хăшĕ-пĕри спонсорсем пулăшнипе пурăнать, ... виççĕмĕшсем тĕрлĕ фондсем уйăракан грантсене çĕнсе илесшĕн. ÇХ, 2000, 34 /, 8 с. Президент хушăвĕпе — грант [Пуçелĕк]. Х-р, 10.04.2001, 1 с. — грант укçи-тенки (Х-р, 15.10.2002, 3 с.).

дирол

ç.с. Чăмламалли резинка (чăмлак-кавлек) тĕсĕ. Тĕрлĕ стиморолсемпе диролсене мĕн чухлĕ чăмланăçакна тĕп-тĕрĕс калаймастпăр та. ÇХ, 1998, 25 /, 4 с. Çăвартан ырă мар шăршă кĕрсен дирол е стиморол чăмлама кирлĕ мар, пĕр стакан сĕт кăна ирттерсе ярĕ. Х-р, 4.08.2000, 3 с. Апат хыççăн кунне 3—4 хутран ытла мар лайăх пахалăхлă чăмлак (орбит, дирол, стиморол пеккисене) чăмлани шăл кариесĕпе чирлессинчен хӳтĕлет. С-х, 2000, 14 /, 4 с.

дискотека

п.с. Çамрăксем ятарлă вырăна пухăнса, кĕвĕ ярса ташлани; ташă каçĕ. Вокалпа инструментсен ансамблĕсемпе дискотекăсем пирки те каласа хăварас килет //Я-в, 1985, 1 /, 2 с. В. Станьял тĕрлĕ мероприятисем сĕнет, ... вĕрентӳрен пуçласа юрă-ташă, дискотека, фестивальсем таранах. Х-р, 10.12.1996, 3 с. Кашни кунах, хĕрпе каччă пек, клуба, дискотекăсене каяттăмăрччĕ. Вăл дискотекăна ертсе пыратчĕ. ÇХ, 1999, 3 /, 10 с. Çур çĕр иртни пĕр сехетченех шавласа кĕрлет дискотека. ПÇ, 2.09.2000, 4 с. — шавлă дискотека (ÇХ, 1997, 50 /, 8 с.); чăваш дискотеки (К-н, 2001, 20 /, 8 с.); — дискотека ирттер (ÇХ, 1998, 46 /, 5 с.); дискотекăра паллаш (ÇХ, 1998, 47 /, 8 с.); дискотекăна чĕн (ТА, 2002, 5 /, 16 с.).

догмăла

ç.с. Пĕр-пĕр вĕрентĕве улшăнми чăнлăх пек йышăн, догма туса хур. Большевиксен партийĕнчи тĕрлĕ фракцисемпе платформăсем, юхăмсемпе ушкăнсеммарксизма догмăличченхи яр-уçă чăнлăх. А.Леонтьев //П-н, 1990, 2 /, 13 с.

илĕртмĕш

п.п. Чĕрчунсене илĕртсе тытмалли апат. Пулла кайнă чухне çĕр ăманĕсĕр пуçне ытти тĕрлĕ илĕртмĕшсене те илмелле. О.Печниковпа М.Печникова, 2000, 201 с. Шур çунатлă лĕпĕшсем те çавăн пек астармăшсене лекме пултараççĕ. Ар, 2002, 19 /, 3 с. — ВЧС, 1971, 589 с.

индей

п.с. (ИНДÇĂ, ç.с.). Америкăра европеецсенчен маларах тымар янă çынсен тăхăмĕ; индеец. Резерваци тĕрлĕ хурлăх кăтартан индейсене кăшкăратăп эп шыв урлă. П.Хусанкай, 1967, 176 с. Америка континентне 25—30 пин çул каяллах кайса вырнаçнă индçăсем. В.Енĕш //В-х, 1991, 25 /, 13 с.

интернаци

ç.с. Тĕрлĕ халăх çыннисен çыхăнăвĕ. Мăшăрăм — вырăс хĕрарăмĕ... Пĕр сăмахпа, пирĕн интернаци çемйи. Х-р, 21.07.1992, 2 с. Интернаци экипажĕ вĕçеве хатĕрленет [Пуçелĕк]. Х-р, 25.04.2002, 2 с.

ирга

п.с. Кăвакрах хĕрлĕ тĕслĕ пылак çырлишĕн тата илемшĕн ӳстерекен çӳллĕ тĕм е унăн сиплĕ çырли. Ирга, сырлан, айва, чие... кама мĕн кирлĕ, суйла кăна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Йĕри-тавра йывăçсемпе тĕмĕсем, тĕрлĕ чие, хурлăхан, ... слива, ирга. ÇХ, 18.09.1998, 5 с. Çак нăрă ... акаци, катăркас, ирга чечекĕсен тусанĕпе тăранать. ХС, 1999, 14 /, 2 с.

кадет

2, ч.с., кадет шкулĕ, кадет корпусĕ. Револю-цичченхи кадетсен корпусĕн йăли-йĕркине тĕпе хуракан тĕрлĕ ăсталăх шкулĕ. Шупашкарти кадетсен шкулĕнчен вĕренсе тухсан моторист-рулевой специальноçне алла илни çинчен свидетельство параççĕ ... Кадет шкулне 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн илеççĕ. Т-ш, 2000, 42 /, 2 с. Хĕр пĕрчи ... Мускаври кадет-тинĕс шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренет. Х-р, 22.11.2001, 4 с. Суворов училищисемпе кадет корпусĕсене 8 класс пĕтернĕ хыççăн кăна йышăнаççĕ. Ар, 2002, 32 /, 1 с.

калăпла

п.п. Ăстала, ăслăла, хайла, хатĕрле. Приказ хыççăн приказ калăплама тытăннă, «...хăтарас!», «...кăларас!» К-н, 1977, 24 /, 2 с. Сăвăсем те ярăмларăн, повеçсем те шăрçаларăн, кулăшсем те ăсталарăн, халь мĕскер-ши калăплатăн. К-н, 1985, 9 /, 6 с. Пултарулăх çурчĕсенче романсем «калăпласа» лараймарăм. Х-р, 22.09.1998, 3 с. Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче ĕçлет, тĕрлĕ роль калăплать. Ар, 2001, 6 /, 3 с. — сăнар калăпла (Я-в, 1976, 3 /, 25 с.; ТА, 1990, 9 /, 66 с.; Г.Федоров, 1996, 16 с.; Ар, 2001, 14 /, 1 с.); — çăхав калăпла, жалоба калăпла (В.Енĕш, 1986, 85 с.), кĕнеке калăпла (Х-р, 11.12.1998, 2 с.).

каçалăк

п.п. Хутлăх, анлăх, талккăш; область, сфера. Çавăнтанпа вара Василий Филиппович культурăпа çутĕç каçалăкĕнче ĕçлет. С.Шавлы, 1968, 100 с. Тырра халь каçалăкпа вырмаççĕ. Анчах аслă пурнăç уй-хирĕнче кашни çыннăн хăйĕн каçалăкĕ пур. А.Эсхель, 1983, 155 с. Пурнăç нушине çамрăклах хуçалăх ĕçĕн тĕрлĕ каçалăкĕсенче астивнĕ. Я-в, 1995, 9 /, 57 с. Вăкăр умĕнче анлă каçалăк уçăлать, пур пуçару та ăнăçать. Х-р, 11.04.1998, 8 с. — ĕç каçалăкĕ (Хв.Уяр, 1978, 30 с.); проза каçалăкĕ (Ю.Артемьев, 1980, 86 с.); чун каçалăкĕ (А.Емельянов, 1985, 346 с.); литература каçалăкĕ (Э-и, 1992, 11 /, 5 с.; УС, 1999, 46—47 /, 7 с.; С-р, 2002, 40 /, 6 с.); наука каçалăкĕ (Х-р, 24.08.1993, 3 с.); пултарулăх каçалăкĕ (Ç-т, 1999, 1—2 /, 29 с.); кун-çулăмăр каçалăкĕ (А.Смолин, 1999, 40 с.); çырулăх каçалăкĕ (Х-р, 9.01.2002, 4 с.).

клонла

ç.с., биол. Ӳсен-тăран е чĕрчун организмĕн пĕр-пĕр клеткине арлăх-вăрлăхсăр аталантарса йĕкĕреш хăраххи ӳстер. Юлашки вăхăтра организмсене клонласси пирки нумай калаççĕ. ÇХ, 1998, 3 /, 5 с. Часах тепĕр тĕрлĕ преступлени — клонланă этем органĕсемпе саккунсăр сутă тăвасси анлă сарăласса палăртаççĕ. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.

компартноменклатура

ç.с. Коммунистсен партине тата унăн тĕрлĕ шайри органĕсене ертсе пыракансем. Митинга, тĕпрен илсен, компартноменклатура, Шупашкарти Ленин музейĕн совечĕн членĕсем хутшăнчĕç. Х-р, 17.03.1992, 1 с. Компартноменклатура диктатури вăхăтĕнче... Х-р, 4.08.1993, 4 с.

компромат

ç.с. Ят-сума варалакан, усал ят саракан материал. Унăн [информаци вăрçин] хĕç-пăшалĕ — тĕрлĕ енлĕ компромат. Х-р, 8.10.1999, 2 с. Ахаль çынсен интересĕсене хӳтĕлекен парти çинчен компромат тупассипустуй ĕç! Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. — компромат пух (Х-р, 25.12.1997, 3 с.; ÇХ, 1999, 13 /, 8 с.; К-н, 2002, 7 /, 7 с.); компромат шыра (ÇХ, 1999, 4 /, 5 с.); компроматпа хĕç-пăшаллан (Х-р, 21.02.1997, 3 с.); компромат пленки (ÇХ, 1999, 13 /, 8 с.).

кӳлем

п.с. Капаш, ĕренке, кӳлепе. Чăвашра ... юманăн кӳлемĕ те хăй евĕрлĕ. Х-р, 4.02.1993, 3 с. Çак хурансен [рак хуранĕсен] ĕлккенлĕхĕ, тĕрлĕ тĕслĕхĕ, кӳлемĕ ытла та илĕртӳллĕ-çке! В.Эктел, 1996, 58 с. — ЧВС, 1961, 184 с. (диал.); Ашмарин, VII, 69 с.

лаша

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) çиччĕмĕшĕ. 1990 çул, Авалхи Китай календарьне пăхсассăн, Лаша çулĕ ятлă. Тепĕр тĕрлĕ каласан, унăн паллиЛаша. ЯБ, 1990, 1 /, 61 с. Лаша çулĕ вăрăсене ăнăçу кӳмест. Х-р, 10.01.2002, 1 с. — Вутлă Лаша çулĕ (ЯБ, 1990, 1 /, 63 с.). 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Лаша çулĕнче) çуралнă çын. Çак çул Лашана тĕрлĕ çитĕнӳ валли вĕçсĕр-хĕрсĕр анлă майсем туса парать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Лашасем питĕ вăйлă юратса пăрахĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. 3. П.п., спорт. Гимнастика хусканăвĕсем тумалли тĕревлĕ пăрăс. Нина «лаша» урлă сикессипе иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. ÇХ, 1999, 11 /, 12 с. 4. П.п., шӳтл. Ал туйи, патак. Кукамай кайма пуçтарăнчĕ, «Вĕт-шакăр, çавăтса килсемĕр манăн лашана». Н.Ишентей, 1997, 70 с. — кукамайăн эрешлĕ лаши (А-а, 2002, 46 /, 3 с.).

мафиози

ç.с. Мафипе, преступниксен вăйлă аталаннă ушкăнĕпе çыхăннă этем. Тĕрлĕ плакатсем нумай ... Республикăри «мафиозисене» ответ тыттармалли çинчен. Х-р, 17.03.1992, 1 с. Халăх ĕçкĕпе иртĕхни ... халăха тата патшалăха пĕр айăпланмасăр çаратса пуякан мафиозишĕн питĕ тупăшлă. Х-р, 5.09.1996, 4 с. — мафиозие арестле (Х-р, 25.09.1996, 4 с.); мафиозисен тусĕ (ÇХ, 2000, 17 /, 4 с.).

мăчавăр

ч.с. Чăваш тĕнĕн йăли-йĕркине пĕлекен çын; чӳк пуçĕ, кĕлевçĕ, апăс. Колхозри пĕр çынçӳçне кастармасăр, сухалне хырмасăракатуй тĕлне чăн чăваш мăчавăрне тухса кайма приказ илнĕ. А-и, 1992, 22 /, 3 с. Ю.Беляев мăчавăр тĕрлĕ çимĕçсем парса чӳклерĕ, ... И.Соловьев мăчавăр кĕлĕ турĕ. Х-р, 2.09.1992, 2 с. Ял мăчавăрĕ, чăваш халăх ăсчахĕ Е.Ерагин учитель чӳклеме ирттерчĕ. Х-р, 25.08.1998, 1 с. Якуркка Микихверĕ мăчавăр пил пачĕ. ÇХ, 1999, 7 /, 1 с. — Аслă мăчавăр (ÇХ, 2000, 11 /, 10 с.).

мультик

ç.с., калаç. Мультипликаци (анимаци) филь-мĕ; мультфильм. Пепкеçĕм утать-çке манмультик [текстра, мульттик] пекех туйăнать. А.Т-Ыхра, 1998, 29 с. Сенкер экран умĕнчен каçченех уйрăлмĕччĕç, мультик хыççăн мультик пăхĕччĕç. Т-ш, 1999, 32 /, 6 с. Шăп çав мультикпе ĕçленĕ вăхăтра мана ресторанта ... курнă. Х-р, 14.09.2001, 4 с. — тĕрлĕ мультик-пультик (Ар, 2001, 34 /, 4 с.)

номинаци

ç.с. 1. Анлă конкурсăн пултарулăха виçмелли кашни енĕ; пултарулăх ăмăртăвĕн пĕр майĕ. Шăмăршăсем фестиваль лауреачĕ пулчĕç, ... чи ăста драматург, композитор номинацийĕсенче çĕнтерчĕç. Ă-л, 1998, 4 /, 3 с. «Спорт журналисчĕ» номинацире пĕрремĕш вырăна Ю.Плотников йышăнчĕ. ÇХ, 1999, 4 /, 10 с. Фестивальте 13 номинаципе приз панă. Х-р, 7.06.2000, 4 с. Вăл [пултарулăх уявĕ] ... виçĕ номинаципе иртет. Т-ш, 2001, 39 /, 3 с. — тĕрлĕ номинациллĕ конкурс (ÇХ, 10.04.1998, 2 с.). 2. Пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерӳçине тивĕçекен хисеплĕ ят палăртăвĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх театрĕ те ... çĕнĕ спектакльсем хатĕрлеме, сумлă ят-номинацисем çĕнсе илме тытăнĕ. Х-р, 7.06.2000, 4 с. «Чи лайăх медицина сестри» номинацие Элĕкри «Хĕвел» ача сачĕн аслă медицина сестри Р.Тарасова çĕнсе илчĕ. ПÇ, 2.09.2000, 2 с.

пĕршухăшлăх

п.с. Тĕрлĕ çынсем шухăш-кăмăлпа пĕр майлă пулни; пĕр пек шухăшлани. Тĕнчери пĕршухăшлăх вăйĕ çине таянса Сальвадор патриочĕсем ... кĕрешĕве малалла тăсаççĕ. КЯ, 1982, 99 /, 3 с. Тăватă çулта пĕрре ирттерекен спортпа пĕршухăшлăх уявĕОлимпиадакилсе çитрĕ. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Сатирик «Раççейре пĕршухăшлăха вăя кĕртесси çинчен» проект сĕннĕ. Х-р, 14.03.1996, 3 с. — ВЧС, 1971, 180 с., 735 с.

плюрализм

ç.с. Общество пурнăçĕнчи ăрасналăх ирĕклĕхĕ; нумай евĕрлĕх, тĕрлĕ шухăшлăх. Хальхи дискуссисем социализмлă плюрализмпа альтернативлă шухăшсемсĕр ăнăçлă иртеймĕç. ТА, 1989, 7 /, 64 с. Плюрализм тапхăрĕнче унăн та [статья пирки] Чăвашра кун çути курма тивĕç пур. Я-в, 1990, 7 /, 30 с. Наукăра та, вĕрентӳ ĕçĕнче те плюрализм тени пулмаллах, тавлашăпăр-тавлашăпăр та Хусанкайла «халь иккĕш те паха» тесе калăпăр. Х-р, 7.05.1996, 3 с.

полиатлон

ç.с., спорт. Тĕрлĕ енлĕ ăмăрту, йĕлтĕрпе (çулла — кросс) чупни, гимнастика, винтовкăпа пени. «Шупашкар трикотажĕ» АОра ĕçлекен Н.Иванова Раççей Федерацийĕн Çуллахи полиатлон чемпионĕ ятне 5-мĕш хут çĕнсе илчĕ. Х-р, 13.09.1996, 4 с. — ЧР Полиатлон федерацийĕ (ÇХ, 1999, 12 /, 7 с.); Полиатлонăн тĕнче ассоциацийĕ (Х-р, 28.08.2003, 1 с.).

пресс-служба

ç.с. Пĕр-пĕр учрежденин информаци пайĕ. ШĔМ пресс-служби «Çамрăксемнаркотиксене хирĕç» акци вăхăтĕнче халăха кăтартма ятарласа 12 минутлăх фильм ӳкернĕ. Х-р, 24.10.2000, 4 с. Пирĕн спартакиадăра регионти хаçатçăсене çеç мар, ... тĕрлĕ ведомствăн пресс-службинче тăрăшакансене те курас килет. Х-р, 9.07.2003, 3 с. — ЧР прокуратурин пресс-служби (ХС, 1999, 2 /, 1 с.).

прихватизатор

ç.с., сивл. Патшалăх харпăрлăхне ултавлă майпа хăй аллине çавăрса илнĕ çын. Вĕсем, тĕрлĕ «прихватизаторсене» хӳтĕлесе, Пурлăх комитечĕн ĕçне хавшатма тăрăшаççĕ. Х-р, 22.01.1994, 3 с. Заводсене рабочисене тавăрса памалла, «прихватизаторсене» ссылкăна ăсатмалла. Х-р, 15.08.2000, 3 с. «Прихватизаторсем» предприяти ертӳçине Мускав таврашĕнченех илсе килсе лартасшăнччĕ. Ар, 2001, 6 /, 1 с. — партократ-прихватизатор (Х-р, 22.07.1992, 2 с.).

путĕш

п.в. Мерекке, мыскара, камит; путиш. Тĕрлĕ путĕш пур иккен тĕлĕнтермĕш тĕнчере. А.Ĕçхĕл, 1962, 30 с. Тăхти вăл питĕ путĕш, кăсăк çынччĕ. С.Шавлы, 1968, 143 с. Чăваш халăх эстетикинче путĕш категорийĕ хăйне майлă тĕсленнĕ. Ю.Артемьев, 1991, 104 с. «Ай, путĕшсем эсир!»кулать çерçи. ХС, 1999, 23 /, 3 с.

ăстăвăм

п.с. Пултарулăх ĕçĕн çимĕçĕ (тупсăмĕ); произведени, хайлав. Шыравра çуралнă сăмахсем, ăстăвăм, ĕçтеш,... çутлăх, йĕркепĕрĕн т.ыт.те. Вуншар çĕнĕ сăмахпа пуянлатнă сăвăç [Митта В.] тăван чĕлхемĕре. Ю.Артемьев, 1984, 29 с. Мелос — музыкăллă ăстăвăмра кĕвĕллĕ ен палăрса тăни. Г.Айхи, 1988, 11 с. Текерлĕк, ... юрру санăстăвăм уççийĕ. Н.Исмуков, 1990, 89 с. Паллах, ӳнерĕн тĕрлĕ ăстăвăмĕ пĕр пекех паха пулса тухаймасть.ЧС, 1994, 8 кл., 7 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

аслă

малтан çурални; пысăк. Малтанхи йывăрлăхĕнче Египет çĕрĕнчи шыв пĕтĕмпех юн пулса тăнă, кайранхи йывăрлăхĕнче Египетри пур тĕрлĕ чĕрĕ чунтан та малтан çуралнисем (аслисем) вилсе пĕтнĕ [Наставление 1896:42]; Пĕр Ниагара шывех сиксе 17000000 лаша вăйне пама пултарнă тет, анчах çакăн пек аслă (пысăк) шыв вăйĕсем халĕ ахалех выртаççĕ [Никольский 1988:81].

бамбук

хăмăш пек хăвăл йывăç. <…> тата унта пĕр тĕрлĕ хăмăш ӳсет; курсан хăмăш темĕн, йывăç тийĕн: ун туни пĕрене пысăккĕш пулать, анчах ăшĕ хăвăл, çавăнпа çăмăл та! Ăна бамбук теççĕ [Хыпар 1906, № 12:185].

банзай

Япония çыннисем ура! тиесси вырăнне кăшкăракан сăмах. Пĕр çын салтакран Япония çыннисем ура! тиесси вырăнне урăх тĕрлĕ кăшкăрнине маннă, вĕсем темле кăшкăраççĕ тетчĕ-ха тесе тăрать манпа калаçнă чух. Эпĕ каларăм: вĕсем банзай! тесе кăшкăраççĕ терĕм [Хыпар 1906, № 19:299].

закон

йăла; Иисус Христосăн пĕлĕт çинчи аслă сăмахĕ. Çакăнтан пурăр та ĕçĕр, çакă Манăн сирĕншĕн те ытти нумай çынсемшĕн те çылăхĕсене каçарасшăн юхтарнă çĕнĕ закон (йăла) юнăм [Церковные 1883:78]; Иисус Христос вĕсене пурне те лайăх ăнлантарасшăн вĕсене юмахпа кала-кала вĕрентнĕ, çĕр çинчи пĕр-пĕр пĕлмен япала çинчен юмах каласа Вăл хăйĕн пĕлĕт çинчи аслă сăмахне (законне) пур çынна та лайăх ăнламалла тунă [О боге 1891:76]; Еврейсем çак Турă каланă вунă тĕрлĕ пурăнăç йĕркине (закона) итлесе пĕтерсен хăраса Моисее каланă: Турăпа калаçма эсĕ ту çине ху кай; Вăл сана мĕн калĕ, эпир çавна пурне те тума тăрăшăпăр тенĕ [Наставление 1896:45]; Патшалăх Пухăвĕ законсем (йĕркесем) кăлармалла пултăр <…> [Хыпар 1906, № 2:18].

ирçе

мăкшă; мордва. Вăл та ман пек çамрăкскер, ирçе ачи (мăкшă ачи) Барка ятлă ялсем, Пăва уесĕ, Порфирий ятлăччĕ [Чунтеров 1988:31]; Çав икона умĕнче Турра кĕл тума Ишек ялне таçти-таçти тĕрлĕ-тĕрлĕ çын та пырать: чăвашсем те, çармăссем те, вырăссем те, ирçесем та (мордва) пыраççĕ <…> [Житие 1879:43].

йăтăн

ишĕл. Çакна илтсен хам çинчен темĕн тĕрлĕ йывăр япала йăтăнса (ишĕлсе) аннă пек те çăп-çăмăл пулнă пек туйăнса кайрĕ мана [Архипов 1984:290].

какай

аш. Кĕркури вĕсен валли тĕрлĕ çимĕçсем хатĕрлесе хунă: какай (аш), куклĕ, пыл, эрех, сăра темĕн чухлĕ пулнă [Кедов 1984:294]; Хăш-хăш чунлă япаласем ыттисен е тирĕсем çинче, е ăшĕнче пурăнаççĕ, тăранасса е вĕсен какайĕпе (ашĕпе) … тăранса пурăнаççĕ … [Тимахви 1988:159–160].

канвирт

, конверт çыру хуппи, хупăлчи, кĕпи. Çыру икĕ тĕрлĕ пулать; хăш çыру канвиртсĕрех (хупăсăрах) каять, ăна открытое письмо (уçă çыру) теççĕ; çырăва канвирт ăшне хурса ярсан ăна закрытое письмо (хупăлă çыру) теççĕ [Çулталăк 1903а:21]; Çыру икĕ тĕрлĕ пулать; хăш çыру канвиртсĕрех (хупăлчăсăрах) каять, ăна открытое письмо (уçă çыру) теççĕ, çырăва канвирт ăшне хурса ярсан ăна закрытое письмо (хупăллă çыру) теççĕ [Çулталăк 1903б:26]; Çыру кĕпипе (конвертпа) ярас пулсан 7 пуслăх марка чиксе ярас пулать [Хыпар 1906, № 19:303].

картахви, карттахви

çĕр улми. Икĕ çынна пĕр чашкă картахвипе (çĕр улмипе) тĕрлĕ пахча çимĕçĕ хушса пĕçернĕ купăста яшки ларать … [Николаев 1988:145]; Хыçа пурте карттахви акаççĕ. (Кунта паранкă та темеççĕ, çĕр улми те темеççĕ [Тимофеев 2002:70].

картлаç

пусма, чикмек. Перпетуя пăхнă та çĕртен пĕлĕте çитекен карлаç (пусма, чикмек) тăнине курнă: çав картлаç йĕри-тавра тĕрлĕ хĕç-сăнăсем выртнă, картлаçăн аял вĕçĕнче пĕр çĕлен çынсене картлаç çине улăхтарас мар тесе явкаланса выртнă [Избранные (февраль) 1904:8].

коран

Мухаммед вĕрентни çинчен çырнă кĕнеке. Мухаммед тĕнне тĕрĕсе кăларасшăн вăл коран кĕнекинчен (Мухаммед вĕрентни çинчен çырнă кĕнекене коран теççĕ) тĕрлĕ вырăна килмен сăмахсем кӳре пуçларĕ [Архипов 1984:286]; Мухаммед çыртарса хăварнă закон кĕнекине коран теççĕ [Возражения 1910:2].

ливан

ладон. Кам та пулсан Турра тырă парни кӳрес тесен вăл тулă çăнăхĕ илсе пытăр, ун çине йывăç çăвĕ юхтартăр, ун çине ливан* хутăр … *Ливан – тепĕр тĕрлĕ ладон теççĕ [Pentateuch 1988:197].

майлă

латлă. Çак япала хĕрне тăтăшах телĕкре темĕн-темĕн тĕрлĕ курăннă; <…> ашшĕ майлă (латлă) япала мар ку тесе юмăçсем каланипе çав япалана хире (уя) кăларса пăрахнă [Житие 1879:42].

микроб

куçа курăнми вĕт хурт-кăпшанкă. Вăл тăшмансем – тĕрлĕ-тĕрлĕ чирсенĕн микробсем (куçа курăнми вĕт хурт-кăпшанкăсем) [О войне 1915:10].

нафталин

тумтирсене кĕве çиесрен сапакан япала. Нафталин (тумтирсене кĕве çиесрен сапакан япала) икĕ тĕрлĕ: пĕр тĕрли шурă, вĕтĕ тăвар майлă, тепĕр тĕрли патак татки пек [Сергеев 1907:28].

одуванчик

сар чечек. Анчах пĕр хуртăн нихăçан та тĕрлĕ çăнăх пулмасть, мĕншĕн тесен пĕр хурт пĕр йĕшши чечекрен çеç пуçтарать: … хва çинчен сар чечек (одуванчик) çине каймасть … [Хабачев 1910:19].

пархатарсăр

усал кăмăллă, пилсĕр. <…> Эсĕ пире нумай тĕрлĕ ырăлăх кăтартасшăн вăхăт çитсен ӳтленнĕ, пирĕншĕн усал кăмăллăскерсемшĕн, пилсĕрскерсемшĕн (пархатарсăрскерсемшĕн) асапланса вилнĕ, пирĕн çылăхпа пăсăлнă этемлĕхе Хăвăн юнупа çĕнетнĕ [Последование 1898:6].

поэт

сăвăç. <…> çак ĕçе пĕлес тесен, хамăр чуна усă кӳрес тесен пирĕн сăвăçсемпе (поэтсемпе) те, халăхсем епле пурăнса ирттернине пĕлекенсемпе те, пур çынпа та калаçса унтан вĕренмелле… Çавăнпа тĕрлĕ вĕрентӳ хушшинче пĕр пекрех япаласем пулсан вĕсене вĕренни усăллă [Избранные (январь) 1904:5].

пророк

Христос Турă çĕр çине килессине малтан каласа хăварнă çынсем. Прор. – пророкъ – Христос Тора сирь-зинэ килэссынэ малдан калаза хварны синзэм [Сöлдалык 1873:5]; Пророксем вĕсем ырă, таса пурăнăçлă çынсем пулнă. Турă систернĕ тăрăх вĕсем ӳлĕм мĕн пулассине кала-кала кăтартнă, çынсене Турра ĕненсе тӳрĕ пурăнма вĕрентнĕ, этем тăвайми тĕрлĕ хăватсем тунă [Наставление 1896:56–57].

пӳрт

çурт. Голгофа тăвĕ çине кайран Рим патши Адриан тĕрлĕ хуралтăсем, (çуртсем) пӳртсем ларттарса вĕсем ăшне кĕлеткесем тутарса хуртарнă [Главные 1882:].

ремесла

тĕрлĕ ăста; тĕрлĕ ăсталăх. Эсĕ урăх ĕç ним ĕç те пĕлместĕн; нимĕнле ремесла (тĕррлĕ ăста) та эсĕ пĕлни çук [Поучения 1904:19]; Филипп ăна чаплăлантарма тытăннă: монахсене валли тĕрлĕ ăсталăх (ремесла) кăларнă <…> [Избранные (январь) 1904:20].

Русь

вырăссен ĕлĕкхи патшалăхĕ. Вырăссен ĕлĕкхи патшалăхин (Руçĕн) тĕрлĕ пайĕсене вак-тĕвек князьсем пăхса тăнă, вĕсем Киев князьне пăхăнса пурăннă, ăна аслă князь тенĕ [Война 1915:23].

салан

ван. Чăнах та – пӳлĕмре çил-тăвăл иртсе кайнă пек: депутатсем ларакан тенкелсем саланнă (ваннă), темĕн тĕрлĕ пысăк люстрасем лапчăнса пĕтнĕ [Хыпар 1907, № 5:46].

таса ангел

ырă сывлăш. Курăнми тĕнчере те çавăн пекех темĕн чухлĕ нумай сывлăшсем тăраççĕ; унта та тĕрлĕ-тĕрлĕ сывлăшсем пур: ыррисем те, усаллисем те. Ырă сывлăшсене таса ангелсем теççĕ, усал сывлăшсене шуйтансем теççĕ [О святых 1892:3].

термометр

сивĕпе ăшша пĕлтерекен хатĕр. Унтан тата ураран ӳкнĕ кунах çынна тапхăрăн-тапхăрăн темĕн тĕрлĕ ăшăрхатса вĕрилентернĕ, термометр (вăл сивĕпе ăшăна кăтартса пĕлтерет) лартса пăхсан çан-çурăм вĕрийĕпе термометр ăшăнчи ртуть (чĕрĕ кĕмĕл) ăшăнса 36,5 градуса çитиччен çӳлелле улăхнă [Чума 1897:9–10].

торф

лачака çĕрĕ; шурта тĕрлĕ япала çĕрсе пулнă çĕр. Çĕр сакăр тĕрли пур: 1) хăйăр, 2) тăмлă хăйăр, 3) тăм, 4) хăйăрлă тăм, 5) извеска, 6) мергель, 7) хура çĕр, 8) торф (лачака çĕрĕ) [Горбунов 1910:10–11]; Куприян Прохорович каланă: ку çĕре торф (шурта тĕрлĕ япала çĕрсе пулнă çĕр) теççĕ [Селивановский 1913:13].

улшăн

урăх тĕрлĕ пул. Турă нихăçан та улшăнмасть (урăх тĕрлĕ пулмасть) <…> [Наставление 1896:3].

усламçă

суту-илӳ тăвакан. Суту-илӳ тăвакан (усламçă) юрăхсăр таварне вит илтересшĕн çынсене темиçе тĕрлĕ сăмахпа суеçтерсе ĕнентересшĕн улталать [Хыпар 1906, № 4:56].

февраль

нарăс уйăхĕ. Иисус Христос Туррăмăра хирĕç тухса илни, нарс уйăхин (февралĕн) 2 кунĕнче [Молитвенник 1896:25]; Февралĕн (нурăс уйăхин) 18-мĕш кунĕнче çырнă патша çыруне пĕлсенех, вырăс патшалăхĕнчи тĕрлĕ çĕртен, тĕрлĕ вырăнта тăракан çынсенчен <…> тӳрех Патшалăх Пухуне кĕмелле суйламалла тăваççĕ тесе тăрăша пуçларĕç [Шершеневич 1906:18].

хир

уй. Çеçен хирте (уйра) тĕрлĕ тырă, çаранлăхра тĕрлĕ курăк, вăрмансенче тĕрлĕ йывăç ӳсет <…> [Хыпар 1906, № 4:59]; Этемĕн çамрăк чухнехи вăхăчĕ çур куннехи вăхăт пек: çур кунне хире (уя) тырă акнă пек этемĕн те çамрăк чухне хăй ăшне тырă акас пулать <…> [Наставление 1893:18].

хисеп

шут. <…> халĕ те çавăн пекех вăл чирпе (чумапа. – Э.Ф.) тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ халăх пинĕ-пинĕпе, хисепĕ те (шучĕ те) çук, виле-виле пĕтеççĕ [Чума 1897:3].

шурă тăхран пуç

чавка пуçĕ, клевер. Хуртсем акă мĕнрен-мĕнрен пыл пуçтараççĕ: улма йывăççи е ытти пахча çимçи чечеккисенчен, анчах вăл вăхăтра хăйсене йышланма пыл нумай кирлĕ, ытлашши, вĕллерен илмелли пит сайра пулать, хăмла çырли чечеккинчен; улăхри тĕрлĕ чечексенчен, пуринчен ытла шурă тăхран пуç (чавка пуçĕ, клевер) пыл парать, çăка чечекĕнчен, хура тул чечекĕнчен [Сергеев 1907:33].

шыва кĕр

тĕне кĕр. Этем шыва (тĕне) кĕрсенех Турă ăна ырă, ӳтсĕр ангелне парать, çав ангел вара этем виличченех унпа пĕрле çӳрет, час-часах ăна тĕрлĕ инкекрен курăнми хăтарать <…> [Объяснительные 1903:49].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

улатакка

дятел — picus [йывăç таккакан тĕрлĕ тĕслĕ вĕçен кайăк]; вăтам улатакка средний пёстрый дятел — dendrocopos medius; виç чĕрнеллĕ улатакка трёхпалый дятел — picoides tridactylus; кăвак пуçлă улатакка седоголовый дятел — picus canus; пĕчĕк улатакка малый пёстрый дятел — dendrocopos minor; пысăк улатакка большой пёстрый дятел — dendrocopos major; симĕс улатакка зелёный дятел — picus viridis; хупăллă улатакка чешуйчатый дятел — picus squamatus; шур çурăмлă улатакка белоспинный дятел — dendrocopos leucotos

Çавăн пекех пăхăр:

тĕркем тĕркен тĕркеш тĕрки-тĕркипе « тĕрлĕ » тĕрлĕ çăн-ат тĕрлĕ лĕпĕ тĕрлĕ-мĕрлĕ тĕрлĕ-мерлĕ тĕрлĕ-пĕрлĕ

тĕрлĕ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org