Шырав: хайăр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

хайăр

1.
выламывать, выворачивать, взламывать
алăка пуртăпа хайăрса уç — выломать дверь топором

хайăр

2.
разводить, раздвигать
урай хăмине савăл çапса хайăр — раздвинуть доски пола, забив клинья

хайăр

3.
поддевать снизу, поднимать, приподнимать
чула лумпа хайăр — приподнять камень ломом
пĕренене вĕрлĕкпе хайăрса кустар — катить бревно, поддевая жердью

хайăр

4.
гнуть, нагибать, пригибать
ват çирĕке çил хайăрать — фольк. старую ольху ветер гнет

хайăр

5. разг.
жадно есть, уплетать

хайăрттар

1.
понуд. от хайăр

хайăрттар

2.
то же, что хайăр

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хайăр

(хаjы̆р), приподнимать, разворачивать, поворачивать. Альш. Акă хайхи пырникпе хайăрма тытăнат. Сред. Юм. Пĕренене кирек мĕн айĕнчен хӳсекпе кăларас тессине хайăрса кăларас, теççĕ. N. Çăрине хайăрса ват. Изамб. Т. Пĕренене рычакпа хайăраççĕ (приподнимают). Ib. Арман чулне тăкма çĕкленĕ чухне хайăраççĕ (приподнимают). Ау 16°. Вĕсем çывăрса кайсан, ку хайăра-хайăра чула ӳкерет. N. Пӳрнĕ çăкăр шăл хайăрса кĕрет, тет. (Послов.). Чăв.-к. Унтан хăй кашкăр çăварне хайăрма тытăннă. Хурамал. Акапуçне юплешкепе хайăрса хураççĕ. Ib. Çирĕке кăшт хайăрсассăнах хуçăлса каять. Ib. Пысăк чула пĕччен кăна кӳсекпе хайăрсан, пысăк чул пулсан хускалмасть. Орау. Хайăр = хир. СПВВ. БМ. Хайăрас, хирес, раздвигать, разворачивать рычагом. Пазух. † Йыснаçăмах Ентип пур, пăтă çисе кӳпĕннĕ. Çуллă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. N. Мĕкĕрт сысна çĕр хайăрать. (Ака). || В переносном смысле. Сред. Юм. Хайăрса пăхать (çиленсе, шôр куçне кăларса пăхакан çынна калаççĕ).

хайăрттар

понуд. ф. от гл. хайăр.

хирĕн

гнуться, сгибаться. Ст. Чек. Хирĕнет (хирет хайăрат, ан хайăр, ура хайăрнать, не свертывается на сторону). Ыраш 28. Хирĕнсе ларнă сатворкăна мелникпа Моросăв нимпе те уçса яраймаççĕ. Орау. Сухапуç хирлӳсем хирĕнсе тăраççĕ (перегнуты и привязаны к задней перекладине). N. Ура хирĕнчĕ. Нога подвернулась. Скотолеч. 22. Лашанăн ури путса ларсан, е пĕр-пĕр çĕре хĕсĕнсе хирĕнсен, е ури шуса кайсан, унăн ури сыппи (е пакăлчакĕ) ыратать те, лаша уксахла пуçлать. || Перевернуться. N. Кипкине васкаса çурсан, тьыха кĕсре хырăмĕнче хирĕнме пултарать. Чураль-к. † Хирне-хирне ан макăр, хирĕнсе ӳкен, Потаçăм. (Песня из сказки). О Отстраняться. СТИК. Кăшт хирĕн-ха леррех. Отстранись в сторону, не сходя с места, а только убрав туловище. || Упереться. || Скоситься. Чăвашсем 5. Хирĕнсе ӳкнĕ пулин, хирĕнсе тух, хайрăлса ӳкнĕ пулин, хайрăлса тух, тух куç, тесе виççĕччен сураççĕ вара. || Кочевряжиться. N. Юмăçа (за гаданием) мĕне пырсан та, малтан çапла хирĕнсе туса пĕтеретчĕ те, унтан тин тытăнатчĕ пăхма (она, старуха). || Упрямиться, ломаться, упорствовать, упираться. Альш. N. Мĕн хирĕнсе тăратăн? Хирĕнкĕ, упрямый. Сред. Юм.

кӳсек

(к'ӳзэк'), рычаг. Тюрл. Байгул. Упăшки, часрах пĕр кӳсек илсе, пӳрте чупса кĕрет те, Ивана çапса вĕлерсе, каллах кантăк патне тухса тăрать. СПВВ. ИФ. Çапайман пысăк кӳсек çĕкленĕ, тет. (Послов.). Козл.р. Пĕренене кӳсекпе çăвăрса пăрах. Переверни бревно рычагом. См. хайăр. || Дубина, кол, рычаг. Урмар. р. || Брань. Изамб. Т. Кӳсек! çавна та çĕклейместĕн!

ырă сун

желать добра, иметь добрые желания. И. П. Т. Мĕн вăй çитнĕ таран сана ырă сунса паратпăр, пирĕн çак панă парнене хапăл туса ил. (Уйчӳкĕ). СПВВ. ИФ. Япала парсан-тусан, ырă сунаççĕ. Ырă япала парсан, ырă сунаççĕ; усал япала парсан, хаяр сунаççĕ. Çĕнĕ инке илсен, илекеннисем: ах, Турă, тепле ĕнтĕ пулат, теççĕ. Хĕр паракансем: ырă сунсан, ырă пулĕ; хайăр сунсан хаяр пулĕ, теççĕ. N. Ырă сунса, çыру ятăм (о поздравительном письме). Юрк. Темĕн тĕрлĕ ырă сунат. Желает всяческого добра, т.-е. призывает (на него) благословение Божие и пр. Сĕт-к. Мана ыр сонакан при та çок. N. Ăна килти çемйисем анчах хываççĕ, хăш чух ырă сунан ăратнисем те пыркалаççĕ.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

нагнуть

сов. кого-что авса антар, хайăр; пĕшкĕрт, пĕшкĕнтер, куклет; нагнуть ветку турата авса антар.

приподнять

сов. 1. кого-что кăшт çĕкле, хăпарт, хайăр, çĕклесе ил; приподнять при помощи рычага хайăрса кăлар; 2. что, перен. разг. (оживить) çĕкле, хăпарт, хавхалантар, хаваслантар; приподнять настроение кăмăла хăпарт.

раздвинуть

сов. что 1. (разъединить) уйăр, сир, сирсе уç, сарса пăрах; 2. (отодвинуть в стороны) аяккалла куçар, шутар, шуçтар, хайăр, икĕ еннелле сиктер, уйăр; раздвинуть стулья пукансене аяккалла куçар; 3. сар, вăрăмлат; раздвинуть стол сĕтеле сар.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

хайăр

1. «приподнимать», «раздвигать с помощью рычага», 2. «гнуть», «нагибать»; уйг. кари, ка(й)ир «заворачивать», «сгибать»; узб. кайир «отвёртывать», «загибать»; казах., к. калп., ойр., алт. В кайыр «заворачивать», «загибать назад», «отгибать»; кирг. кайыр «отвернуть (воротник)»; кайыра, кайра «обратно», «назад»; башк. кайыр «закручивать», «вывёртывать»; тат. О кайыр «завёртывать», «засучивать (рукава)»; тәртә кайыр «привернуть к саням оглобли».

Çавăн пекех пăхăр:

хайă хайăлтат хайăлти Хайăпăла « хайăр » хайăрăл хайăрттар хайĕскер хайван хайкала

хайăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150