Шырав: чар

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

чар

I.

1.
останавливать (движение)
сдерживать
задерживать

лашана туртса чар — осадить, сдержать лошадь
поезда сехетлĕхе тытса чар — задержать поезд на час
тăшман хĕснине чарса тăр — сдерживать натиск врага
Иртсе каян ĕмĕре чатăр карса чарма çук. — посл. Жизнь проходит, и не сдержать ее, загородив пологом.

чар

2.
перекрывать, преграждать, закрывать (движение)
çуреме чар — закрыть движение
шыва чарса ларт — перекрыть воду

чар

3.
останавливать (ход), стопорить
машина тăрук чар — резко застопорить машину
мотора чар — выключить мотор
сехете чар — остановить часы

чар

4.
мешать, тормозить, препятствовать
стопорить
разг.
вулама чар — мешать читать
черете чарса тăр — задерживать очередь
вăл пĕтĕм ĕçе чарса тăрать — он тормозит все дело
укçа ытларах пулни чармасть — лишний запас денег не помешает

чар

5.
усмирять
успокаивать
унимать

ашкăнакан ачасене чар — унять расшалившихся детей
çапăçакансене чар — разнять дерущихся, остановить драку
чарса чарăнмасть — на него нет никакого удержу

чар

6.
утолять, ослаблять, успокаивать, приглушать
ыратнине чаракан эмел — болеутоляющее средство

чар

7.
запрещать, воспрещать
ан чар — не запрещать, попустительствовать
вăрман касма чар — запретить рубку леса
калаçма чар — принудить к молчанию, заткнуть рот
суту-илĕве чар — прикрыть торговлю
Çиме чарнă çимĕç тутлă. — поçл. Запретный плод сладок.

чар

8.
пресекать, останавливать
прерывать

калаçăва чар — прервать разговор
тăшман каварĕсене чарса ларт — пресечь козни врагов
тытса чар —
1) удержать
ăна нимпе тытса чарма çук — его ничем не удержишь
2) задержать, арестовать
Çын çăварне тутăр карса чарас çук. — посл. Чужой рот платком не накроешь.
чĕлхене чар — придержать язык
хăвна ху чар — совладать с собой

чар

9.
широко раскрывать (глаза)
таращить
(глаза) разг.
куçа-пуçа чарса пăрах — вытаращить глаз

чар

10.
растопыривать (напр. пальцы)
раскидывать, разводить в разные стороны (напр. руки)
циркуль урисене чар — расставить ножки циркуля

чар

11.
разгибать
сенĕк юпписене чар — разогнуть зубья вил

чар

II.

1.
подражание треску рвущейся материи, бумаги т. ыт.
чарр — усил. от чар II.
чарр тутарса çур — разорвать с треском

чар

2.
настежь, во всю ширь, широко
алăка чар уçса яр — открыть дверь настежь

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

чар

звукоподр. N. Çийĕнчи тумтирне чар çурса пăрахнă. Сюгал-Яуши. Ман хайхи çĕтĕк алшăли çакланать те, чар-чар чĕрлет. || Яргуньк. Ай-ай хĕвел чарах пĕçерет-çке (сильно). || Встр. в сочетании: чăр-чар.

чар

царь. N. Чар Иван чухнехи пулĕ ку (старинное). Тюрл. Чар Иван чухнехи япала (древняя, при царе Иване). Сред. Юм. Чар Иван чухнехи, очень старинный.

чар

(чар), бедро. Пшкрт.

чар

неизв. слово. Отсюда: Чарпуç.

чар

широко раскрыть, таращить, пялить, расширить (глаза). Юрк. Куçĕсене чарса хăраса пăхса тăрат. Мĕскĕн Антон. Куç-пуçĕсене салатса чарса пăрахнă. Изамб. Т. Унтан куçне чарса пăхсан сухапуç йĕрне курнă. Альш. Эсĕ куçна хытă чар, иккĕшне те. Никит. Сарă хĕртен иртнĕ чух куçа чарса пăхса ирт. В. Олг. Коçна мĕн чарса пăхатăн, мана çиленсе пăхатăн. Хорачка. Коçне чарса пăрахса пăкат. Пухтел. Çăлтăрсем куçĕсене чарса пăрахнă (в ясную погоду). || Растопырить (пальцы). N. Пӳрнесене чар. Ст. Чек. Чарас = сарас.

чар

остановить, задержать. А.-п. й. 85. „Чар, Иван, салтаксене, нимĕскер те тумастпăр сана“. Анчах Иван салтаксене юриех чармарĕ, тет. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем, çавăнпа та йыттине нихăçан та вĕрме чармасть. Собр. Тухнă чухне кинин (у молодушки) урине виçĕ хутчен тытса чараççĕ. Регули 85. Эп паян каясса вăл кисе чарчĕ. N. Ку упа тусăн ĕçне пĕрене кăна чарса тăрать. Юрк. Чăвашĕ те хăне çапла чыкан арăмĕ аркинчен тытса чарнине курсан: сана мĕн кирлĕ, тесе чăвашла ыйтса пĕлет. Кĕвĕсем. Çĕр сумлăх хĕр илсессĕн, тытса чарма вăйăр çук. И. Тукт. Лаша аяккалла сиксе ӳкрĕ, анчах старик ăна çавăнтах тилхепинчен туртса чарчĕ. || Ставить (лошадей). Альш. Унта ытти тырă тиесе пынă çынсемпе пĕр тĕлелле чараççĕ лашисене. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. || Мешать. Букв. Чĕмпĕре çитсен анса çуртсене пăхса пыма чарĕ тесе, эпĕ çыхтармарăм. Юрк. Чĕмпĕре куçнăранпа нимĕн япала çырман халĕ, те масар тытăнаймастăп, паллă килте ача-пăчасем те чараççĕ. N. Сире укçа чарать-им? N. Мана çыру çырас тĕлĕшĕнчен чарас япала та пулман. Кн. для чт. 31. Карташĕнчи курăк çинче япала кустарсан та чараканĕ çук. Кама 8. Пирĕн чĕлхе çук-им? Ма чаран калаçма. || Унимать. Юрк. Кĕсем çапла çапăçнине тепĕр çын курсан, вĕсем патне чупса пырса тытăнать вĕсене чарма: пĕрне те, тепĕрне те çапма ирĕк памаст. ГФФ. † Качаки тохрĕ чармашкĕн. А коза ее (собаку) унимает. || Запрещать, воспрещать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. Кун пирки Андроновпа сăмах хускатсан вăл тӳрех: „Эпĕ чараймастăп!..“ — тесе ответлет. N. Çын чĕлхине чарас çок. Ст. Шаймурз. Çав вăрмана каснăшăн никама та чармастчĕç. N. Курăк-çаран чарса (когда запретили пускать скот на луга) икĕ эрнерен килсе пăхнă чухне питĕ лайăх, тикĕс, çăра ӳсетчĕ. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. N. Эрехрен, сăраран чарса та чарăнмастпăр. || Прекратить. Ой-к. Ман пата пĕр вилнĕ çын килет те, çавна темле чарас килессе, тенĕ. || Отказать. Букв. 1904. Вăл хăйĕнчен япала ыйтакана пĕртте чарман, çук çынсене пит пулăшнă. || Защищать. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ. Ib. Сивĕпе пăсăлас мар тесен, çуркунне çăпата та тăхăнас пулмасть, вăл нихçан та шыва чараймасть.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

чар

туктатырга, тыярга

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

чар

[ĉar]
haltigi, reteni; bari; bremsi; malpermesi
çӳреме чар — bari la vojon
вулама чар — malhelpi (malpermesi) legi
ыратнине чаракан эмел — dolortrankviliga kuracilo
хăвна ху чар — reteni sin
чарак — apogilo
subtenilo
чаракла — apogi
чараклан — apogi sin
чараклă (= чаруллă) — retenema, diskreta, sinreganta
malpermesa
чаруллă хутлăх — malpermesiata zono
чарусăр — maldiskreta, impulsema
чарусăрлан — fariĝi maldiskreta
чарусăрлантар — dorloti, provoki ke iu fariĝu maldiskreta
чарусăрлăх — maldiskret(em)o
malprudento

Çавăн пекех пăхăр:

чапта çап Чапун чапчур чапчушка « чар » Чар пӳрен чар пӳренĕ Чар хули чарăл чарăлтар

чар
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
3 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org