Шырав: шăвăç

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

сунтăх

3.
ларец, коробочка, пенал
шăвăç сунтăх — жестяная коробочка

хачă

ножничный
маникюр хаччи — маникюрные ножницы
пĕчĕк хачă — ножнички
çĕвĕç хаччи — портновские ножницы
шăвăç хаччи — ножницы жестянщика
хачăпа кас — резать ножницами
Ăстаçă мар, çĕвĕçĕ мар — çăварĕнче шăрт, аллинче хачă. (Рак). — загадка Не мастер, не портной, а во рту щетина, в руке ножницы. (Рак).

шăвăç

1.
жесть

шăвăç

жестяной
шур шăвăç — белая жесть
шăвăç витре — жестяное ведро
шăвăç татăкĕ — жестянка, кусок жести
çунана шăвăç çапнă — сани обиты жестью

шăвăç

2. диал.
бляха

шуç

I.
то же, что шăвăç


шуç чумак — санки с плетеным коробом (для перевозки мякины и т. п.)
шуç тупандиал. 1) сани с подрезами 2) деревянные коньки с подрезами
шуç чуманпа кайăпăр — поедем на железных санях (соотв. после дождичка в четверг (т. е. никогда))

çăвăнчăк

1.
умывальник
шăвăç çăвăнчăк — жестяной умывальник
çăвăнчăк сифонĕ — сифон умывальника

чуман


шăвăç чуманпа лартса яр — посадить на железные сани (обмануть)

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сунтăх

сонтăх (суяды̆х, сонды̆х), ящик, сундук. См. сунтăк. Питушк. Сĕтел сонтăхĕ. Ст. Шаймурз. Юрла кăна, юрла, тиетĕр, юррăм юман сунтăх тĕпĕнче. N. † Юрлăттăм, юрлăттăм, ай, юррăм çук, юррăм юман сунтăх ăшĕнче. Альш. † Манăн юррăмсем юман сунтăхра. Ст. Шаймурз. † Ай-хай, иртсе пыран çамăрăк ĕмĕр, йĕс сунтăха хупса чарас çук. || Лавка в передней части избы с ящиком или полочкой внизу для посуды и проч. См. сунтăх сакки. К.-Кушки. Йинке, шăвăç тирке ăçта лартнă? — Сунтăха лартнăччĕ. Эпир çур. çĕршыв 11. Тĕпелте кашăк-тирĕк вырăнĕ çакăнса тăрать, аялта сунтăх ларать. Альш. Кăмака умĕнче сунтăх: унта кашăк-тирĕк хураççĕ ăшне. Чертаг. Сôнтăх = çăккăр-яшка хумалли вырăн. || Юрк. Сунтăх, сак айĕ. Унта путек яраççĕ. || Шкап без дверек для тарелок и проч., прибитый к стене. N. Сунтăх вăл шкап пек, анчах унăн хуппи çук; хупăлă пулсан, вăл шкап пулат. Сунтăха тĕрлĕ япаласем хураççĕ: чейник, чей-чашкисем, тата ытти вак-тĕвĕк япаласем. || Ларец. N. † Пĕчĕкçеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. Трхбл. Пĕчĕккеççĕ сунтăхра чунăм пур. (Чĕпĕленнĕ çăмарта; алă тымарĕ, пульс). || Пенал. Трхбл. К.-Кушки. Мана тете икĕ хупăлă сунтăх илсе пачĕ. || Четыреугольная корзина, часто с крышкой. Кĕвĕсем. Хăваран сунтăх авăтăм — хăва хуппи сĕвĕнмес. Ib. Сунтăх-сунтăх сар мăйăр, çисен çимесен те катса пăх. Юрк. Сунтăх = пĕчĕкçĕ пуркă, тăваткăлскер. Ст. Шаймурз. † Хăваран сунтăх тăвăттăм, хăва хуппи сĕвĕнмест. См. сунтек. || Узор на груди женской рубахи по обеим ее сторонам. КС.

сӳс

то же, что шуç, шăвăç. Бугурусл.

çуна

çона (с’уна, с’она), сани. Н. Карм. Çуна, сани; части их: тупан (полоз), шăль ӳрече (грядки), çунатти (отвод), хирлӳ; тайăнчăк (в Хорачка: лӓжӓнкӓ), спинка; ларкăç, козлы. Артюшк. Çуна: тупан (полоз); çуна шăлĕ, копылья; çуна мăйраки, рожки у саней (спереди); çуна хыçĕ, задок (спинка); çуна хурами (вязки); турта; аялти ӳрече (на копыльях). Изамб. Т. Ашăклă çуна, сани, обшитые рогожей. Вил-йăли. Лашапа леçес пулсан, хăшĕ-хăшĕ вилнĕ çынна лайăхрах хисеп тума çула çунапа турттарса леçеççĕ. N. Арăм çона айне полнă. Женщина попала под сани. ЧП. Кутсăр-пуçсăр çунам пур. У меня есть сани без передка и задка. Атмал-к. † Çăварни çич кун тенĕ чух çич пăт урпа çитартăм, çуна хыçне таптартăм (так что моя лошадь стала наступать на задки саней). Собр. † Пирĕн пек çамрăк ачисем çуна çине тухмасăр юрламаççĕ. Юрк. Шăвăç хыçлă çуна, сани с жестяным задком; сани, задок которых обит рогожей. Анат-Кушар. Çуна янрать — сивĕтет пулмалла (к морозу). Ёрдово. † Пирĕн çони çона пек, ыр-çын хĕр(ĕ)сен арчи пек. Кан. Мана хирĕç çуна кӳлнĕ лаша (лошадь, запряженная в сани) лепĕстеттерсе килет. Юрк. Наклатсем епле сут тунă чухне ешчĕк тĕпне ларса юлаççĕ, эсир те, çавăн пек, ларса пынă чухне çуна тĕпне ларса юлтăр. Çирĕк-к. Çуна: хыçли, çари (дровни); çуна сакки. Орау. Ни çуна, ни урапа, çӳреме çук ĕнтĕ (в распутицу). || Воз (на санях). Орау. Çуни-çунипе турттара-турттара тухаççĕ. Вывозят целыми возами (на санях). || Воз (с сеном). Орау. Çунана (воз с сеном) çут çанкаллă турăм.

татă

(тады̆), обрывок, отрезок, обрез, обломок; кусок. N. Пĕр етри мантан инçе мар ӳкрĕ те, икĕ салтака ним татти те хăвармарĕ. N. Каçчин вилнĕ çын таттисем çаплах выртаççĕ (не похороненными). Изамб. Т. Ик питлĕ патак таттине (кусок палки) икĕ пуçĕнчен чалăш чуклаççĕ. N. Ан хăрăр, ачасем, ку пĕлĕт татти (облачко) анчах, вăл хăвăрт çухалĕ. Курм. Хоп татти, обломок лубка. || Бляха. ЧС. Хăйсем кăкăрĕсем çине темĕнскерле шăвăç таттисем çакнă (жестяные бляхи). || Разлив. || Частица (грамм. терм.; неол.).

тытка

ручка (предмета). Тайба. † Хăтанăн та хапхи тимĕр тытка. СПВВ. Тытка: алăк тытки. Янш.-Норв. † Пуян тытки шăвăç тытка, хура алса тулĕпе тытрăмăр. || Вута-б. Тытка, ручка плуга. Нюш-к. Тытка, у сохи. || Гриф.

тытма

скоба (скобка) у двери; перила у крыльца. ЩС. N. † Чăпар куккук пулса, тытма çине килсе ларччăр. N. † Пусма çине пусмастпăр, пустав çине пусатпăр; тытма çине тытатпăр, алă тытмине тытатпăр. ЧП. Йысна тытми — шуç тытма. АПП. † Чăпар куккук пулар-и, тытма çине килсе ларар-и? Н. Лебеж. † Пусса кĕрес пусмине пустав сарса кĕтĕмĕр, тытса кĕрес тытмине шăвăç кустарса кĕтĕмĕр (вар. кĕрĕпĕр). Собр. † Хăта тытми-шуç тытма, пĕр тытмасăр ухрăмăр. Никит. Усенчен хире-хирĕç кайра пĕр тытмапа картланă çĕрте сут тунине курма килнĕ çынсем (зрители) лараççĕ. || Ручка. N. † Лутраях та шĕшкĕн аври кĕске, тытаясчĕ халĕ — тытма çук. || Рукоятка у сохи. Етрух. Ака-пуç тытмине тытать. || N. Тытма тăпăлтарса тохнă (палка какая-то). || Изгородь. Изамб. Т. Эсĕ: улма-йывăç лартмалла, тетĕн. Малтан тытма кирлĕ.

тăкăн

литься, выливаться, проливаться; сыпаться, осыпаться, падать. Баран. 139. Çырмасем ĕмĕр-ĕмĕрех тинĕселле юхаççĕ, çапах тинĕс тулса тăкăнмасть. Пухтел. Кăвас тăкăнса пĕтнĕ. Тесто ушло. ПВЧ 131. Юри кайрăм вăрмана çулчĕ-çулчĕ тăкăнса пĕтнĕ чух. N. Хирте тырă тăкăнса выртать (осыпается). N. Йывăç çинчен йор тăкăнать. N. Тĕк-мамăк тăкăнни. N. Тăкăннă иккен хĕрлĕ улми çилпелен. О сохр. здор. Çав хупăланса юлнă чечек вара, пĕр виç-тăват кун тăрсан, тăкăнат. ЧП. Нуммай лармĕ, час тăкăнĕ (сар чечек). N. Нарута чавсапа тĕртсе ярса нарут пĕтĕмĕшпе тăкăннă, тет. (Из сказки). Сред. Юм. Ыраш тин çиç ешлĕччĕ, пĕр май уяр полчĕ те, тавна тăкна пуçларĕ. N. Ыраш, тутти, тăкăнать, пĕр май çил тăрать. N. Камăн темĕн тĕрлĕ ылтăн-кĕмĕл тăкăнса выртать? N. Вĕсен кĕлечĕсем тăп-туллиех: хăшне пăхнă, вăл тăкăнса тăрать. О сохр. здор. Çав чирлĕ çынтан тăкăннă япаласем (при оспе)... Яргуньк. Çав кӳлĕ куçнă чухне пулăсам тăкăнса юлнă. || Выпадать, вылезать. Трахома. Куç-хупаххи шыçса кайнă, хăрпăхĕ тăкăнса пĕтнĕ. Ала 95. Ачин вара ури чĕрнисем пурте хăрса типсе тăкăннă, тет (от обморожения). || Валиться. Орау. Виçсĕмĕр те пĕр вырăн çинех тăкăнатпăр (о спанье). N. Эпир харăс-харăс пере-пере, тăшмансем утă çулнă пек тăкăнчĕç. N. Эх, мăн-тарăн çемйисем, тăкăнса юлчĕç Тилечер ялин варрине! N. Хамăр кил-йышĕпе сĕтел тавра шĕкĕр ларса тулнă. Тутах тăкăнмасть. Саккăрăн çав хамăр. || Слетаться на озеро (о птицах). || Расходоваться, тратиться, издерживаться. Юрк. Ахаль тăкăнса çӳренни анчах. Только бесполезные расходы (а толку нет). || В качестве вспомог. гл. Букв. 1904. Шăвăç хыçлă лайăх çунасемпе чĕннĕ хăнасем килсе тăкăнчĕç.

хупăлă

с покрышкой, с закрышкой. N. Хапхи тватă юпалă, виçĕ хупăлă, çийĕ шăвăç, юпи мерчен, хăми кĕленче, тăпси пăхăр, тытки кĕмĕл. (Такмак). N. Утмăл хăлаç варринче пилĕк юпалă, виçĕ хупăлă хапхи пур, тет. Юпи чукун, хуппи пăхăр, пăти кĕмĕл, çийĕпе тытти ылттăн. (Такмак). Календ. 1904. Хупăлă çыру, закрытое письмо (неологизм). || Со скорлупой. Турун. Унăн çăмарти ылтăм хупăлă пулнă.

кустар

костар (-тар), понуд. ф. от гл. кус, кос, катить, катать, скатить, скатывать; покатить; прикатить; пускать вскачь. N. Урай тăрăх пĕр ывçă пăрçа кустарса ятăм. Альш. † Сар ачанăн карттусне кукăр-макăр кустартăм. Богдашк. † Кĕленче çăмарта кустартăм, Чулхулана çитертĕм (докатила). || Орау. Таканапа пăрçа кустартăмăр та, пăрçа ăшалаççĕ-ха халь (жарят). Юрк. Çăкăр пĕçернĕ хыççăн пысăк кăмакана паранкăсем кустараççĕ (бросают). Пиçсен, ăна тăвар сапса çăкăрпа çиеççĕ. || Юрк. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса (катая, рассучивая) çӳп-çӳхе тăваççĕ. N. Йĕтĕрпе тăла кустараççĕ (катают). N. çăмха кустар. Беляева. Ут (у др. утă) кустар (скатывают сено в валы). N. Урапине кустарсан, вĕçет. N. Çол орлă костарса лартса (дорогу замело снегом). N. Хальхинче вырăс пупа тата чăнкăрах çĕртен (с еще более крутого места) кустарса антарса панă (скатил). Якейк. Сасартăк хватлă çил тоххĕр те, çынсене лаши-орапи-мĕнĕпех, кăстăрмач пак костарса, çавăрса исе карĕ. || О быстрой езде. Макка 189. Унтан вара, вилнĕ çыннине пытарсан, пит хытă кустарса таврăнаççĕ (во весь опор). Истор. 112. Ăна хирĕç юланутпа кустарса кайнă (покатили верхом). Ст. Чек. Çын килелле кайсанах, вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса, кустарса çӳренĕ, тет. N. Эпир пит хытă кустарса килтĕмĕр (выртмаран). Бел. Гора. † Вылятрăмăр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр (лошадей). N. Унччен те пулман (вдруг), Иван шăнкăравпа пачăшкă умне кустарса пынă. Толст. Ачасем çавăрăнса пăхнă та, кустарса пыракан кайăкçа (охотника) курнă. Ib. Тутарсем те ăна курнă та, ун патнелле кустара пуçланă. Б. Яныши. Пусăкраххисем учĕсене тытрĕç те, килелле кустара пуçларăмăр. БАБ. Ăçта каяссине хамăр та пĕлместпĕр терĕçĕ, тет те, пурте, павуска ăшне ларса, кустара пачĕçĕ, тет. || Быстро жать хлеб? Якейк. Ку пĕчĕк аная костарса анчах кайăпăр вăт. Ib. Тырри шуламлă та, костарса анчах карăмăр. || Выкладывать чем, vestire. М. Тув. † Пирĕн Тумккă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. Н. Лебеж. † Виççĕмĕш вĕретĕм сăрине, хĕрĕх хăлаç нӳхрепне, ăшне шăвăç кустарнă, пичĕкесĕр янă, тет. N. † Вырăсла та çӳçме эп кастартăм, йĕри-тавра ука кустартăм. N. † Йĕс турапа пусса турарăм, çинчен шăрчăк ук(а)сем кустартăм. Янтик. Чăпăрккана малтан ик кантраран яваççĕ, унтан вара ун çинчен тата тепĕр кантра явса пыраççĕ; çав виççĕмĕш кантрана явнине „кустарса явас" теççĕ. || Выпроводить. КАЯ. Унтан мана хуралăç, ват мучи, хултан тытса: мĕлле çак Макçăм ывăль-хĕр кирек ăçта çитнĕ, унта çапкаланса çӳреç-ши! Халь урнă йăтă Тюмине тулланă, тет-ха, тата туллаттарас килет-и-мĕн кĕсен? тесе, кустарса ячĕ (выпроводил). || Scortari. Альш. Кустарат вăл ( = чупат). Она распутничает. || Случать. Янтик. Иван кĕсрине кустарма (чуптарма) кайнă. Ст. Чек. Кустарнă. Случили (корову и пр.) || Соблазнить. Абыз. † Астартăм та кустартăм, кусар вĕçне хыптартăм. Байгул. † Илĕртрĕмĕр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр. || Поддакивать. Собр. Усал çынпа хăй урапи çине ларса кустарас пулат (надо гладить по шерсти. КС.), теççĕ. (Послов.). СПВВ. ИФ. Кустарас — илĕртсе вăл калаçнă майпа калаçса пырас. N. Тĕрĕс, тĕрĕс, Кĕркури хăта, лайăх йĕркепе пăхса ӳстернĕ ачасем нихçан та ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухса çӳремĕçĕ, ашшĕ-амăшне вĕсем темĕн тĕрлĕ асла хурса пурăнĕçĕ, тесе, Кĕркури майĕ кустарса пынă хăнисем (поддакивали). || О мятели Сятра. Çол орлă костарса лартса. Дорогу замело. Ib. Çол орлă (или: çола) шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Дорогу замело, и дороги нет. || Пускать (лошадь) в галоп. Цив.

чуман

чоман, ленивый (о лошади). Н. Карм. Чуман лаша. Б. Олг. Чоман ут, ай-ай пушă пит çĕклет, чоман. СПВВ. ТМ. Кӳлсен пыман лашана чуман лаша теççĕ. Якейк. Чуман лаша, ленивая лошадь, без кнута на такой лошади нельзя никуда выехать. Ск. и пред. чув. 112. Турткалаймасть, тухатмăш, чуман лаша пек чупать. || Мешкотный, вялый. Пшкрт., Тюрл. N. Чуман = мĕшĕлти. N. Чуман = лӳппер. || Нечто вроде салазок для возки мякины (арпа). Ст. Чек. СПВВ. Чуман – вроде салазок из лубков. Ib. Шăвăç чуманпа илсе кайăп (обнадеживают детей). Шел. 41. Чуман сĕтĕрнĕ пекех çын вилли сĕтĕреççĕ. К. Розанова. Чуман – род саней. Ст. Араслан. Атьăр пирĕнпе туя касси камантипе, ут утланан, сăмсапа сывлан, кутпа тĕртен, хырăмпа шăван. Вати-хĕти туяпа, куçĕ куран, хăлхи илтен уксах-чăлах чуманпа. Paas. 188. Чуман = чуман. || Короб. Ильк. N. Чуман, сплетенный из ивовых прутьев кузов небольших саней, употреблялся для возки навоза, доставки с гумна во двор мякины для скота и пр. (Повидимому, слово чуман восходит к форме чулман, чалман, что у скотоводческих турецких народов, напр. у карачайцев, туркмен, означает овец с молодыми ягнятами). Чеменево Б. Чуман, хăваран авса тунă çуна. Çав çунапа навус, арпа, тата ытти япала та турттараççĕ. Çак çатан вырăнне тата шăвăçран (из белой жести) çапса тăваççĕ. Унпа та çавăн пекех турттараççĕ. Ăна шăвăç чуман теççĕ. Вăл çуна пысăках мар. Унăн хыçĕ çуни пуçĕнчен çӳлĕрех. || СПВВ. ФН. Чуман çине лашасене пăтратсан сапса паракан çăнăха хураççĕ.

шуç чуман

то же, что шăвăç чуман. Орл. Шуç чуманпа кайпăр, тесе мана хыçалти ват мучисем патне шуç чуман шырама ячĕ. Ib. Эпĕ унччен шуç чуман çут шуçпа тĕплесе тунă çуна пулĕ теттĕм.

шăвăç чуман

небольшие санки, обитые сзади жестью. См. чуман. || ЧП. Куштанĕсем тухĕçĕ урама шăвăç чуманĕсене утланса.

шăвăç чуманпа кай

поехать на санках шăвăç чуман. N. Известно употребление этого выражения в следующих случаях: когда отец или вообще старший в семье собирается куда-нибудь ехать, ребенок донимает, чтобы его тоже взяли. Тогда уезжающий, чтобы успокоить ребенка, говорит: сана шăвăç чупанпа илсе кайăп. Ребенок, удовлетворенный этим ответом, в надежде, что его действительно повезут, говорит: эпĕр шăвăç чуманпа каятпăр.

хĕç-тимĕр

железо (общее название). Изамб. Т. Хĕç-тимĕртен усал (чорт) хăрат. Собр. Пӳрт çине хĕç-тимĕр çаптарса, пĕр çын виç çул пăхса ларнă, теççĕ. (Послов.). Т. II. Загадки. Хăй хут пек, йĕп чиксе кĕмест. (Хĕç-тимĕр) N. Кĕмĕл укçа вырăнне хĕç-тимĕртен тунă нухратпа улталанă, тет. Череп. Хĕç-тимĕр, стальная пластинка. Ст. Чек. Хĕç-тимĕр, хрупкий металл. Скотолеч. 25. Хĕç-тимĕр — шăвăç.

шывăç

то же, что шăвăç. ЧП. Шывăç витнĕ çурт.

шăвăç

белая жесть. См. шуç. N. Масар хĕресĕ çумне шăвăç татăкĕ çине унăн ятне çырса хунă. N. Çийĕ шăвăç (хапханăн), юпи мерчен. Пазух. Шăпăр-шăпĕр çумăр çăвать миçĕт тăрринчи шăвăçа. Кар. Кирпĕч, чӳлмек, шăвăç т. ыт. Çакăн пек ремесла. N. Шăвăçран тунă савăт, жестяная посуда. Толст. 130. Пуçĕ çинче пысăк шăвăç кăкшăмпа шыв лартса пынă. А на голове в большом жестяном кувшине несла воду. || Н. Седяк. Шăвăç, платина? || ЧП. Шăвăç пырат хĕвеле, тытăр хупăр пахчана. || Бляха.

шăвăç чуман

плетевые санки. N. Шăвăç чуман — шуç чуман. N. Эпир шăвăç чуманпа кайăпăр-ха (обманывают детей).

панар

фонарь. Ст. Чек. Изамб. Т. Эпир панар çуттипе картана кайрăмăр. Юрк. † Шăвăç панарта çурта çунат-çке шурă пӳртĕн илемĕшĕн.

мерчен

(мэрζ’эн, мэ̆рџ̌эн’), первоначально — коралл. || Янш.-Норв. Мерчен — бусы с весьма крупную горошину или даже больше повидимому, из глины бурого цвета; сверху — слой красной краски. Коралл. Зап. ВНО. Мерчен — коралл. Ӳпке мерчен, крупный, величиною с орех, мягковатый и упругий; чăн мерчен — мелкий коралл красноватого цвета. Собр. † Хăпарайтăм çӳлĕ ту çине, ярăнтăм Мерчен хулине (вар. ярăнайтăм мерчен лавкине), хушрĕç мерчен суйлама. Янтик. † Тарăн шыва кĕтĕм: ăшăк, тесе, сакăр пĕрчĕ мерчен пур, тесе. Н. Седяк. Мерчен, жемчуг, яхонт. Мошкоа. † Олăхрăмĕ-çке Мерчен, ай, хулине; мерчен хулисенче чăн мерчен çук. Кугульм. † Чăн мерчентен хула çавăрни çук (не строят). Алших. † Суйларăмăр утсене кайри ури сакăлне... (пропуск) тантăшсе хура мерчен куçлине. Ib. † Мерченме шыва ярас мар, мерченме сая ярас мар. Кан. Çиетчĕç халăха мерчен пек куçсем. N. Увăн (мунчанăн) çтени уртăш-йывăç, çийĕ калай, чулĕ мерчен. N. (Хапханăн) çийĕ шăвăç, юпи мерчен. Кильд. (Тет.). † Чӳречĕрсем çинче виç мерчен, хăçан ярăм пулса тăни пур? Ib. † Пасар, пасар витĕр çӳрерĕм, пĕр. сапаклăх (на одну кисточку) мерчен тупмарăм. Сунчел. † Пичче пӳрчĕ мерчен пӳрт, сăран атăсăр пăсăлас çук. Ст. Чек. Мерчен куçлă куккук [„(мерчен —) драгоценный камень = хĕрлĕ хаклă чултан тунă шăрçа“]. Микушк. † Мерчен куçлă куккук авăтнипе хурамаллă (поросший вязами) улăх ян каят. Т. VI. Мерчен куçлă куккук. (Из наговора. Тюрл.). М. В. Васильев. Мерчен шăрша — хĕрлĕ шăрша (авалхи). Сред. Юм. † Пичче хапхинчен кĕнĕ чôх мерчен сапса кĕтĕмĕр. Альш. † Иç каймăттăм пасара, ахахпа мерчен йыхăрат. Буин. † Тарăн шыва кĕтĕм: тарăн, тесе, вуникĕ мерчен пур, тесе. N. Мерчен — йăлтăрка шăрçа. Сунчел. † Тӳрече çинче ларакан хăй та (так!) мерчен çуха юсакан. || ПВЧ. Йĕс мерчен пек („подобного медному бисеру“) савнине асăнман кун иртмерĕ. См. кăркка мерченĕ. || Яз. Имя женщ. Т.-Е.-Шем. Мерчен (мэрζ’эн’). || Фамильное прозвище. Ст. Чек.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

жесть

сущ.жен.
шăвăç, шуç (çӳхе тимĕр); изделия из жести шуç япаласем

жестяной

прил.
шăвăç …; шуç ...; жестяное ведро шăвăç витре

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

бляха

тăха, шăвăç татăкĕ.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

жесть

ж. шăвăç, калай.

жестянка

ж. 1. (жестяная коробка, банка) шăвăç савăт; 2. (кусок жести) шăвăç татăкĕ.

жестяной

прил. шăвăç ⸗ĕ [⸗и], шăвăç..; жестяное ведро шăвăç витре.

жестянщик

м. шăвăççă, шăвăç ăсти.

пластина

ж. татăк, татă, тăрăх; железная пластина шăвăç татти; чугунная пластина чугун тăрăхĕ.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

шăвăç

, шуç «жесть». Заимствовано из русск. яз.?; см. йĕс.

шуç

см. шăвăç.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

калайçă

п.с. Шăвăç ăсти, шăвăççă. Кăвак çутăллах пуç-ланатчĕ те ĕçчен калайçăн, пăхăрçăн аллинчи мăлатукăн кĕвви — мĕн каç пуличченех янăратчĕ. В.Ахун //Я-в, 1999, 11—12 /, 96 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

тăхлан вит

лудит ту. Сăвасса йывăç савăт çине мар, тăхлан витнĕ (лудит тунă) шăвăç савăт çине сăвас пулать [Франкфурт 1913:20].

тимĕр-таш

ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, тимĕр, тăхлан, чĕр кĕмĕл т. ыт. <…> тимĕр, шăвăç, пăхăр тата ытти тимĕр-ташсем* хĕвел çинче йывăçран, хутран часрах ăшăнаççĕ, сивĕнме те час сивĕнеççĕ. * Тимĕр-ташсем: ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, тимĕр, тăхлан, чĕр кĕмĕл тата та нумай [Первая 1909:78].

шăвăç

хĕç тимĕр. Çапла пилĕк-ултă хут ярса та тӳрленмесен сахăр вырăнне мăйăр пысăкăш квасцыпе чăмăрла пĕçернĕ çăмарта хĕрлине хĕç тимĕр (шăвăç) çине хурса çунтарас пулать те çав кĕле лаша пуçне вĕрсе кӳртес пулать [Сельский 1910:25].

Çавăн пекех пăхăр:

шăв шăв-шав шăв-шавлă шăв-шавсăр « шăвăç » шăвăç чуман шăвăç чуманпа кай шăвăççă шăвăçлă шăвăçлăх

шăвăç
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150