Шырав: ăслай

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

комбинаци

2.
комбинация (ăслай)
кăткăс комбинаци — сложная комбинация
шахмат комбинацийĕ — шахматная комбинация

метод

метод ( см. ăслай 1. )
диалектика меточĕ — диалектический метод

трюк

трюк (ăслай)
клоун трюкӗ — клоунский трюк
трюксем кăтарт — демонстрировать трюки

фокус

3.
фокус (мыскараллă ăслай)
фокус кăтарт — показывать фокусы

ăслай

1.
способ, прием, метод
акробат ăслайĕсем — акробатические приемы
ăслăлăх ăслайĕ — научный метод
поэзи ăслайĕсем поэтические приемы
ăслай туп — найти способ
диалектика ăслайĕ — диалектический метод

ăслай

2.
сноровка, навык
ăслай çитер — изловчиться

ăслай

3.
изобретательность, выдумка
унăн ăслайĕ ытлашшипех — у него изобретательности хоть отбавляй

ăслай

4.
ловкая проделка, махинация
ирсĕр ăслайĕ — грязная махинация
ăслай ту — заниматься махинациями

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ăслай

(ŏслаj, ы̆слаj), умный способ, прием. Сам., 9. Вĕренӳ ăслайпе пурнăç юсанса, тӳлек тĕнчере киленес чухне, «культтурлă, халăхсем», урса, ашкăнса, шав хăркашаççĕ, тăкаççĕ юнне. N.

ăслайла

найти способ. Пĕр вăхăтра унăн ĕçĕ пĕтсех ларнăччĕ, ăслайларĕ-ăслайларех. N. Вăл çынна вырăнтан кăларма нимле ăслай тупаймастпăр (способа). Орау. Епле-те-пулин ăслайлас пулать ĕнтĕ. Надо найти какой-нибудь исход.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

метод

сущ.муж.
ăслай, меслет; новые методы лечения рака ракран сыватмалли çĕнĕ меслетсем

навык

сущ.муж.
хăнăху, ăслай; приобрести навыки плавания ишме хăнăх, ишме вăрен

приём

сущ.муж.
1. (син. способ) мел, ăслай; приёмы борьбы кĕрешӳ мелĕсем
2. йышăну, йышăнни; приём больных чирлисене йышăнни
3. йышăну (чаплă лару-тăрура йышăнса хăналани); устроить приём йышăну ирттер

способ

сущ.муж.
мел, меслет, ăслай, май; способ решения задачи задачăна шутламалли мел

средство

сущ.сред.; множ. средства
1. мел, май, ăслай; средства достижения цели тĕллеве пурнăçламалли майсем
2. хатĕр; транспортные средства транспорт хатĕрĕсем
3. множ. средства укçа-тенкĕ; оборотные средства çаврăнăшри укçа-тенкĕ
4. эмел; средство от головной боли пуç ырăтнăран ĕçмелли эмел ♦ средства существования пурăнма мĕн кирли

хитрость

сущ.жен.
чеелĕх, хайла, хайлавлăх, ăслай, ăслайлăх ♦ не велика хитрость тем йывăр япалах мар

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

способ

мел, меслет, май, ăслай.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

выдумка

ж. 1. (изобретательность) шухăшласа кăларни, ăсласа кăларни (е тупни); хитёр на выдумки ăслă, тавçăруллă; 2. (изобретение, затея) ăслай, шухăшласа кăларнă япала; 3. (измышление) ултав, суя, пуçран шухăшласа кăларнă япала.

закорючка

ж. разг. 1. (затейливый изгиб) кукăр-макăр; 2. (уловка) ăслай, чеелĕх, хайла; без закорючек пĕр чееленмесĕр; 3. (помеха) чăрмав, кăлтăк, инкек.

изловчиться

сов. разг. мел туп, май туп, ăслай çитер.

манёвр

м. 1. воен. манёвр (тăшмана пырса çапма çарсене вырăнтан вырăна куçарни); 2. мн. манёвры манёврсем (çарсен тактикăллă вĕренĕвĕ); 3. перен. ăслай, мел, хайла, чее ĕç.

манипуляция

ж. 1. манипуляци, кăткăс ĕç (алăпа тумалли); 2. перен. (проделка) хайла, чеелĕх, ăслай.

метод

м. 1. метод (пĕлӳлĕх меслечĕ); диалектический метод диалектика меточĕ; 2. мел, май, меслет, ăслай; методы обучения письму çырма вĕрентмелли меслетсем.

приём

м. 1. по гл. принять; приём в партию партие илни; часы приёма йышăнмалли вăхăт; приём заявлений заявленисем йышăнни; 2. (встреча) йышăну, кĕтсе илни, йышăнни; правительственный приём правительство ирттернĕ йышăну; 3. (способ) май, мел, меслет, ăслай; акробатические приёмы акробат ăслайĕсем; работать новыми приёмами çĕнĕ мелсемпе ĕçле; 4. (количество за один раз) сăтăрăм, тытăм, хут, астрам, тапхăр; в один приём пĕр астрам; закончить дело в один приём ĕçе пĕр тытăмра пĕтер.

сноровка

ж. май, мел, ăслай, çаврăнăçулăх, майне пĕлни, ал-ура çаврăнни; это дело требует сноровки ку ĕçе тума çаврăнăçулăх кирлĕ.

способ

м. май, мел, ăслай, меслет; способ производства производство меслечĕ.

стиль

м. стиль (1. пĕр-пĕр тапхăрти искусствăн е унăн юхăмĕн хăйне уйрăм паллисем; художник идейăллă содержание уçса пама усă куракан художествăллă формăн хăйне евĕрлĕхĕ; 2. пĕр-пĕр писателĕн, литература юхăмĕн е жанрĕн чĕлхинчи хăйне евĕр мелсем; чĕлхери сăмахсемпе пӳплевсен çыхăнăвĕн уйрăмлăхĕсем; 3. ĕç мелĕ, ăслай; 4. разг. çын хăйне тыткаланинче, çипуçĕнче, калаçнинче палăракан уйрăмлăх).

трюк

м. 1. (ловкий приём) трюк, ăслай; 2. перен. (хитрость) чеелĕх, чее мел.

фокус

м. 1. (трюк) фокус, мыскара; 2. (сложность, секрет) ăслай, чеелĕх; замок с фокусом ăслайлă çăра; 3. обычно мн. фокусы перен. разг. юнтарни, кутăнлашни; ◇ в том то и фокус пĕтĕм ĕçĕ те çавăнта.

фокусник

м. 1. (артист) фокусник, фокус ăсти; 2. перен. разг. (ловкач) чее çын, ăслай çын.

хитрость

ж. 1. чее, чеелĕх, хайла; хитрость лисы тилĕ чеелĕхĕ; 2. (притворство) чееленни, ултав; 3. разг. (изобретательность) хайла, пултарулăх, ăслай, майне пĕлни; 4. разг. (скрытый смысл чего-л.) тупсăм, сăлтав; ◇ не велика (или небольшая) хитрость темех мар, йывăр япалах мар.

штука

ж. 1. (отдельный предмет) штук; два рубля штука штуке икĕ тенкĕ; 2. разг. (выходка, проделка) курнăç, хăтланăш, ăслай; ◇ вот так штука! ак япала! (тĕлĕннĕ чух).

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

ăс

[os]
saĝo, intelekto, racio, saĝa, intelekta, racia, sagaca
ăс пух — akiri saĝon, lerni
ăсра — pense, enkape
ăсра вула — legu pense
ăспа — kun saĝo, racie
ăсĕ кĕске — lia (ŝia) intelekto estas malgranda
ăслă — saĝa, intelekta, racia, saĝe, sagace
ăслă шухăш — saĝa penso (ideo)
ăслăлăх — scienco, saĝ(ec)o
ăслăлăхçă — sciencisto
ăс(лă)ла — inventi
ăслăн — saĝe, racie, sagace
вăл ăслăн калаçать — li (ŝi) diras saĝe
ăславçă (ăсчах)— inventisto, saĝulo
ăслан — saĝiĝi
ăслай — maniero, rimedo, truko

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

ăслай

«способ», «приём»; азерб., туркм., уйг., узб., тур, усул, к. калп. усыл, башк., тат. ысул «метод», «приём», «способ». Заимствовано из араб. «способ», «метод»; «стиль (литературного произведения)»; ср. перс. (ослуб) «метод», «манера», «стиль», «образ действия»,

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

биотехнологи

ç.с. Апат-çимĕç, эмел, им-çам, выльăх апачĕ туса кăлармашкăн чĕрĕ хатĕрсемпе (тĕсл., микроорганизмсемпе) тата биологи пулăмĕсемпе усă курни; биологие техникăпа çыхăнтаракан ăслай. Хăш-пĕр биотехнологи предприятийĕсем этем сывлăхĕшĕн питĕ сиенлĕ. Х-р, 13.07.1993, 3 с. Çĕнĕ Шупашкар хулинче ... Мускаври биотехнологи универси-течĕн филиалĕ уçăлать. Х-р, 28.04.2000, 1 с. — биотехнологи колледжĕ (Х-р, 4.11.2001, 4 с.).

вертебрологи

ç.с. Çурăм шăмми чирĕсене сиплемелли ăслай (медицина пайĕ). Шкул тăкăрлăкĕнчи 8 «А» çуртра вырнаçнă вертебрологи центрĕнче те çакнашкал йышши сиплев курсĕ ирттерме пулать. ÇХ, 1998, 37 /, 9 с. Республикăн вертебрологи центрĕн врачĕ В.Чернов. С-х, 1999, 19 /, 3 с.

менеджмент

ç.с., экон. Ĕç тăвăма (производствăна) ăнăçлă йĕркелесе ертсе пымалли ăслай-меслет пĕрлĕхĕ; управлени йĕрки. Санкт-Петербургри патшалăх техника университечĕн Шупашкарти экономикăпа менеджмент институчĕ. ÇХ, 1997, 38 /, 3 с. Ăна «Менеджмент стратегийĕн тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» паллă панă. Х-р, 14.06.2000, 1 с. Паллă предприятин те менеджменчĕ япăх ĕçлет. Х-р, 21.07.2001, 1 с. — финанс менеджменчĕ, менеджментпа маркетинг центрĕ (ÇХ, 2003, 13 /, 4 с., 13 с.).

меслетлĕх

ç.с. Пĕр-пĕр ĕçе ăнăçлă ирттермелли е вĕрентмелли мел-ăслай пĕрлĕхĕ; методика. Вăл ВЛКСМ рескомĕн вĕренӳпе меслетлĕх центрĕн директорĕнче вăй хунă. ÇХ, 1998, 44 /, 3 с. Калаçу урокĕсен меслетлĕхĕ. ЧЧВМ, 1998, 14 с. Ăна чăваш чĕлхипе литературин меслетлĕх кафедрин тилхепине шанса параççĕ. Х-р, 28.04.2000, 2 с. — вĕренӳпе меслетлĕх нушисем (ХК, 1993, 8 /, 8 с.); ăслăлăхпа меслетлĕх центрĕ (Т-ш, 2000, 34 /, 3 с.); — çĕнĕ меслетлĕхе алла ил (А.Леонтьев, 2003, 11 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

ăсла ăсла такани ăслав ăславçă « ăслай » ăслайлă ăслайла ăслан ăслантăр ăсма

ăслай
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150