çĕрпӳ
(с’э̆рбӳ), сотник (устарелое слово). См. пинпӳ. || Назв. гор., Цивильск. Шел. II. 55. Çĕрпӳ Мăн Çавалпа Кĕçĕн Çавал шывĕсем пĕр çĕре хутшăннă çĕрте, çатма пек тикĕс вырăнта ларать. Панклеи. † Çĕрпӳ хоçи — çĕр хоçа, çĕр хоçапа мĕн тăвас, пирн Ентип хăва хоçа. Сунч. † Çĕрпӳ çуни — çĕр çуна, çĕр çунара пĕр хĕр çук. ТХКА 91. Çĕрпӳ тияк — çĕр тияк, çĕр тиякпа мĕн тăвас? Тияк майри Веруç пур.
хайăр
(хаjы̆р), приподнимать, разворачивать, поворачивать. Альш. Акă хайхи пырникпе хайăрма тытăнат. Сред. Юм. Пĕренене кирек мĕн айĕнчен хӳсекпе кăларас тессине хайăрса кăларас, теççĕ. N. Çăрине хайăрса ват. Изамб. Т. Пĕренене рычакпа хайăраççĕ (приподнимают). Ib. Арман чулне тăкма çĕкленĕ чухне хайăраççĕ (приподнимают). Ау 16°. Вĕсем çывăрса кайсан, ку хайăра-хайăра чула ӳкерет. N. Пӳрнĕ çăкăр шăл хайăрса кĕрет, тет. (Послов.). Чăв.-к. Унтан хăй кашкăр çăварне хайăрма тытăннă. Хурамал. Акапуçне юплешкепе хайăрса хураççĕ. Ib. Çирĕке кăшт хайăрсассăнах хуçăлса каять. Ib. Пысăк чула пĕччен кăна кӳсекпе хайăрсан, пысăк чул пулсан хускалмасть. Орау. Хайăр = хир. СПВВ. БМ. Хайăрас, хирес, раздвигать, разворачивать рычагом. Пазух. † Йыснаçăмах Ентип пур, пăтă çисе кӳпĕннĕ. Çуллă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. N. Мĕкĕрт сысна çĕр хайăрать. (Ака). || В переносном смысле. Сред. Юм. Хайăрса пăхать (çиленсе, шôр куçне кăларса пăхакан çынна калаççĕ).
ентипка
то же, что ентип. Альш.
Çавăн пекех пăхăр:
ентешлĕх енти Ентиер Ентийер « ентип. » Ентирек Ентирук Ентиха Енухха енӳке