Шырав: инкăр-ханкăр.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

хăнкăр-ханкăр

подражание глухому громыханию
пичке хăнкăр-ханкăр туса куса кайрĕ — бочка покатилась с громыханием

ханкăр

I.  
тĕпсĕр ханкăр — пропасть, бездна
тĕпсĕр ханкăра анса кай! — провалиться тебе в тартарары

ханкăр

II.
подражание грохоту, громыханию
витре ханкăр турĕ — ведро загромыхало
ханкăр-ханкăр — усил. от ханкăр II.
пичке ханкăр туса кусса кайрĕ — бочка покатилась с грохотом

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тинкăр-канкăр

сл. неопр. знач. См. тинсĕр-ханкăр. Питушк. (Çын вилсен) олтă эрне çитет; олтă эрне çитсессĕн, хуçи чĕнет пускилсене. Унтан вăлсам каяççĕ лашапа, чан çакса (с колокольчиком) усатма. Онта сăра ĕçеççĕ: ăвăнта полтăр, тесе. Онтан урапа çине ларса киле килеççĕ. Вăлсам килнĕ çĕре пĕр старик ларать сĕтел хушшинче, вăл итет (ид’эт’): эсĕр, тет, ста карăр? тет. Леш калат, килекенĕ: эп котăн ĕçпе карăм, тет. Хай старик калать: тинкăр-канкăр çĕре кайтăр, тет. Вара кайран ĕçме тапратаççĕ.

ханкăр

(хангы̆р), подр. звону бубенчика. Сред. Юм. Шанкăрма лаша ерипен отнă чохне ханкăр, ханкăр! туса пырать. || Подр. стуку кадки, брошенной на землю. || Шар. N. Çĕр куçа курăнми тĕттĕм тĕпсĕр ханкăр пулнă.

хăнкăр-ханкăр

подр. шуму. Сред. Юм. Пичкене костарса ярсан, ô хăнкăр-ханкăр туса косса каять. Орау. Лаçра темскер хăнкăр-ханкăр тутарчĕ, пĕчĕк шана ӳкерчĕ курнать, те кушак те йытă. N. Хăнкăр-ханкăр (звуки в пустотĕ от прикосновення падающего предмета) çĕр тĕпне анçа кайтăр. (Так советуют одному чудаку, вроде насреддина, говорить при встрече с покойниками). КС. Пĕрене юпана перĕнсен хăнкăр-ханкăр туса ӳкет. Альш. Кунтисене те кăлара пуçларĕç. Хăнкăр-ханкăр тутараççĕ пичкесем.

хăть-хать

весёлое междометие во время пляски на свадьбах. ЧС. Один чудак, вроде Насреддина, сказал при встрече со свадьбою: хăнкăр-ханкăр анса кайтăр. Поезжане избили его и говорят: санăн çапла каламалла-и, санăн хăть-хать тесе анчах кăçкăркаласа пырас пулатчĕ пире курсан.

кутăн

котăн (-ды̆н), задом, задом наперед, шиворот на выворот. Орау. Пĕренесене кутăн турттараççĕ: тăррине çуна çине хураççĕ, кучĕ çĕтĕрнсе пырать. Шарбаш. Иопа таврашне котăн ан лартăр: лайăх мар. (Поверье). N. Ачи кутăн тухнă. N. Çĕклесе тухаççĕ кутăн (покойника): урисене малтан, пуçне кайран. Шурăм-п. Пăрахса (жертвенные кушанья) тавăрăннă чухне кутăн утса килтĕмĕр. Изамб. Т. Камăн çăпати кутăн ӳкет, ул вилессине пĕлтерет. (Гаданье). Альш. Кусем çав хĕре йăтнă маййăнах ктăн тытса, кĕрӳшĕ, пĕтĕм туй халăхĕ, çав каччи ашшĕ-амăшĕ умне пырса тăраççĕ — пуççапаççĕ. Изамб. Т. Пурăнăç пĕр кутăн кая пуçласан, ялан сиен куратăн. К.-Кушки. Кутăн çуралнă (вперед ногами; говорят и упрямому). КС. Урапине кутăн çавăрса лартнă (повернул задом). Ib. Кутăн утса çӳрет. Ходит на руках. Вил-йăли. Пуçĕ панчи вĕçне каялла тавăрса, ун ăшне пĕр кĕпепе пĕр йем минтер пек çĕлеççĕ, çĕлеме те кутăн çĕлеççĕ. Образцы. Астăвăр-ха, Чакă, ай, ачисем, çăпатине кутăн сырман-и? N. Чăвашсем, юмăç хушнă тăрăх, тăшманĕсене усал тăвасшăн вĕсен ячĕпе турă умне кутăн (вверх ногами) çурта лартаççĕ. ЧС. Юмăç карчăк пĕр кĕпене кутăн çаннисенчен урисене тăхăнса ячĕ. К.-Кушки. Эп пӳртрен кутăн тухрăм. Я вышел из избы задом. N. Мур шăрши!... Ăсĕ пур!... Хытнă çăкăр татăкне кутăн сĕтĕрет шăтăк патнелле! (к норе). N. Котăн отать. Идет задом. N. Котăн тăрать. Стоит нижним концом вверх. Чхĕйп. Кутăн ĕçе карăм (по обьяснению КС ходил по необыкновенному делу, т. е. хоронить покойника, так как на похоронах, все делается шиворот-навыворот; напр., умершего одевают наопако и даже самые песни поются тогда иначе). См. тинсĕр-ханкăр. || Назад, обратно. N. Кутăн шыра. Разыщи (пропавшее на почте письмо). Тăв. 38. Вĕсенчен те вĕренӳ пулсан, тĕнче тепĕр май çаврăнĕ, хĕвел те кутăн тухĕ. Вĕлле хурчĕ 20. Çаплах та ирĕксĕр уйăрăлсан, амăшне тытса юлса, хурчĕсене кутăн вĕллене ярас пулать. Ib. Уя ĕçлеме кайнă хуртсем кутăн таврăнаççĕ те, çĕнĕ вĕлленĕ кĕрсе кăяççĕ. Бигильд. Çапа пĕлмен ал-ура хăйнех кутăн лекнĕ, тет. (Послов.). М. Васильев. Наччальник тавраш пырсан та, котăн тараç. Шурăм-п. № 23. Вăрă леш тĕнчере вăрланине кутăн хуçине памалла. ЧС. Пирĕн ялта пасар пулат; пасара выльăх-мĕн сутма илсе килсен, е аш-мĕн, е çу-мĕн илсе килсен, пасара кӳртмесĕр, кутăн хăваласа янă (прогоняли), тет. N. Çак сăмаха вола котăн (читай назад, в обратном порядке; напр., çараараç и т. п.). ЧП. Урама кутăн (задом на улицу) пӳрт лартрăм, вуникĕ кусуй кастартăм. Альш. † Елшел урам — аслă урам, урама кутăн пӳрчĕсем (окнами во двор). К.-Кушки. Кутăн пырап. Иду задом (т. е. противно обычному ходу). Чув. пр. о пог. 17. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çăмăр пулать. Если солнце, заслоненное облаками, освещает отраженным светом к востоку, то быть дождю. Календ. 1904. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çумăр е çил пулать. Сред. Юм. 'Котăн хĕвел'. Пĕлĕтлĕ кон хĕвел, пĕлĕт айĕнчен корнмасăр, пĕлĕт çине ӳксе çав пĕлĕт çинчен çутă корăннине калаççĕ (отражение света солнца с облаков в облачный день. (Срв. Бгтр. Хĕвел, пĕлт айĕнчен тохса, анса ларнă чох пăхсан, çомăр полать). || Вверх ногами. Орау. Мачча çумăнче шăнасам пак кутăн утса çӳреççĕ. (Сказка). N. Вĕрен тăрăх икĕ чалăш хăпарса, кутăн анатпăр. Тораево. Улпутсам çитрĕç, тет те, Сохрон кутăн çакăнса тăрат, тет. Орау. Шăтăкпа вĕрен тăрăх ансан-ансан, тепĕр патшалăх пур, тет. Унта çынсем, эпир мачча çумăнче çакăнса тăнă пек, кутăн çакăнса утса çӳреççĕ, тет. Шăтăкран çĕре ансан, пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайнă, тет, ку: ку аялта тăрать, тет, лешсем мачча çуммĕнче (так!) çыпçăнса, утса çӳреççĕ, тет; çӳçĕсем аялалла усăнса çӳреççĕ, тет. (Сказка). Çĕнтерчĕ 30. Эпир япаласене пытарнине эсĕ кама та пулин пĕлтерсен, сана кутăн çакатăп (повешу)! Кан. Хамăр япăх ĕçленине курса, кутăн выртса услама çапаççĕ. Якейк. Эп шăва (= шыва) кĕнĕ чох яланах пĕве пуçĕнчен (с плотины) котăн сикетĕп (головою вниз). N. Кутăн тăрăнчĕ. Ткнулась вниз головой? См. кача. Г. А. Отрыв. Шĕвĕр тĕплĕ тимĕр витрене кутăн лартнă евĕрлĕ пуç çинче ларса пынă (çĕлĕк). || Неудачно. Paas. Ĕç кутăн пычĕ (шло). || Упрямый; упрямец. Якейк. Кутăн, человек злого, придирчивого характера. Ib. Эп онашкал котăн çын нихçан та корман. Ib. Котăн çын, тесе, ялпӳçсене калаççĕ (деревенских кулаков). Юрк. Арăмĕ хăй пеккиех наян япала пулат, кутăнскер; хуняамăшĕ ĕçе хушсан, питех итлемес. Кан. Эрехшĕн, кутăн, виçĕ кун хушши çакăнса тăма хатĕр. Кильд. Арçынĕ (муж) кутăнтарах, ял çинче çӳрекен çын пулнă вăл («кутăн» противоположно «лăпкă», «кунĕ»). П. И. Орл. Кутăн йысна шурă кĕпе тăхăннă, янахи айĕ маччана тивет. (Кăмака). Изамб. Т. Йытă та: тух, тесен, тухат, эсĕ йытăран та кутăн. Сет-к. Котăн — драчун, забияка. Череп. Кутăн, упрямый, кляузник. Собр. Кутăна кутăн пуçлăхĕ, наяна наян пуçлăхĕ кутран вуникĕ вĕçлĕ нухайккипе çаптарат, теççĕ. (Послов.). N. Котăн çын, любящий тягаться, сутяга, дерзкий, придирчивый; кому нельзя давать в долг. || Упрямство. Ала 30°. † Манăн упăшка пуласси кăтьăр кăтра çеç пулчĕ, кăтрисерен кутăн пур. || Притворство. См. кутăна пер.

какăр

повидимому, то же, что ханкăр, «хаос». Кан. 1929, № 154. Нӳхреп мар пуль ку, тĕпсĕр какăр пуль ку. Виçĕ кун тултаратăп пăрпа юр. Тулмаст вĕт, пăх та кур! Ядр. Типсĕр какăра (у КС. тĕпсĕр какăра) кайтăр! Пусть он провалится в тартарары!

ăшăт

(ŏжŏт, ы̆жы̆т), согреть, согревать, нагревать, топить. Пшкрт. Ăшăт, нагревать. К.-Кушки. Кил кунта, эп сана ăшăтăп. Ib. Эпир ăна аран ăшăтса çитертĕмĕр (едва согрели, напр., замерзшего). Ib. Эпир ăна аран ăшăтрăмăр (то же, но об озябшем). Юрк. Ăшăтакан япала. Согревающая вещь. Ib. Пирĕн кăласри кăмакасем çумăнче ăшăнаймастăн пулсан, сана киле хăваласа ярас. Унта сана аçу, ĕçлеме ӳркенсен, сив çĕрте чĕн чăпăрккăпа часах ăшăтса илĕ. Если ты не можешь согреться около печек в нашем классе, то тебя надо прогнать домой. А там тебя отец, если ты будешь лениться работать, живо согреет в холодном месте ременным кнутом. || О погоде. N. Тулта кунран кунах ăшăтса пырать. На дворе с каждым днем становится все теплее и теплее. Якейк. Каллях ăшăтса пăрахрĕ. Опять наступила оттепель. || Бить, лупцовать. N. Хайхисем (т. е. свадебный поезд): хăнкăр-ханкăр анса кайтăр, тенине илтрĕç, тет те, çынна ăшăта пуçларĕç, тет. (Сказка). См. хăнкăр-ханкăр. Букв. I, 1904. Çын пахчине ан кĕр, ан кĕр ӳлĕмрен! тесе, ăшăтма пуçларĕ. Начала бить, приговаривая: «не ходи в чужой огород!» Тораево. Çавăнтах утмăл-ултă саламат такмакран тухнă та, хĕрсене ăшăтма тапратнă. Тогда же вышли из «такмака» (сумки) шестьдесят шесть нагаек, и давай лупцовать девиц. || Топить (печь). N. Мĕнле, пӳрте ăшăтатăр-и? 1) Топите ли избу. 2) Будете ли топить избу? || Жарить (так у И. Н. Юркина). Юрк. Пысăк кăмакарах ăшăтаççĕ, шарит тăваççĕ: шăрттансене, типĕ ашсене, кăмăрчаксене, хур-кăвакал ашĕсене, çулă чăкăтсене. || М. П. Петр. Ăшăтакан сăмах, приворотный заговор.

инкăр-ханкăр

тар-тарары (я пишу так, потому что в известном мне произношении это русское слово имеет два ударения). Аликово. Инкăр-ханкăра кайтăр! Чтобы ему провалиться в тар-тарары (сгинуть)!

инхăр-ханхăр

повидимому, то же, что инкăр-ханкăр. Коракыш. Ĕлĕк, çын вилсен, пытарнă чухне: инхăр-ханхăра кантăр, тенĕ.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

пещера

ж. çĕр хăвăлĕ, ханкăр; горная пещера ту хăвăлĕ.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ахрат

1. П.п. Çĕр тĕпĕ, тĕпсĕр ханкăр, хăямат; тамăк шăтăкĕ. Анчах хаяр сив тинĕс авăрĕ, çилпе çĕкленейсе, пурне те ахрата путарнă. И.Тукташ, 1958, 129 с. Яла пырса кĕнĕ çĕрте ахрат пек тарăн çырма ахăрса выртать. К-н, 1966, 20 /, 5 с. Ăспала инкек çеç курăн, ахратра асăнмĕç. Н.Теветкел,1982,59 с. Вĕсем халăхпа пĕрле тӳпене çĕкленнине те, ахрата ӳкнине те ӳсĕмпе тăкакачăтса ирттернĕ. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. 2. П.п., ятлаç. Хăямат, эсрел, мур илесшĕ, çĕр çăтасшĕ. Кайăр, кайăр, сирĕннисем [упăшкăрсем] те çавăнта, ахрат кафинче! //К-н, 1973, 1 (2) /, 3 с. Пĕлтĕр те, ахрат, вăтăр икĕ кун прогул турĕ. К-н, 1984, 19 /, 7 с. Эрех лĕрккесе лартнă та, ахратсем, пуçтахланма пуçланă. ХС, 1996, 3 /, 2 с.

Çавăн пекех пăхăр:

инициатива инициативность инициативный инициатор « инкăр-ханкăр. » инкассатор инквизитор инквизиторла инквизици инквизиция

инкăр-ханкăр.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150