вăльтьăртат
то же, что вĕлтĕртет
лĕпĕш чечексем çийĕн вăльтьăртатса вĕçет — бабочка порхает над цветами
вĕлкĕш
3.
кружиться, порхать
чечек çийĕн лĕпĕш вĕлкĕшет — бабочка порхает над цветами
кĕтӳ
1. общее название
групп животных одного вида — перевод зависит от установившейся в русском сочетаемости слов:
стадо, гурт, табун, стая, рой и т. д.
кашкăр кĕтĕвĕ — волчья стая
лаша кĕтĕвĕ — табун лошадей
ут кĕтĕвĕ — табун лошадей
лĕпĕш кĕтĕвĕ — рой бабочек
сысна кĕтĕвĕ — стадо свиней
кĕтĕвĕн пурăнакан чĕрчунсем — стадные животные
кĕтӳ кĕрт — пригнать стадо
кĕтӳ кĕт (пăх) — пасти стадо
кĕтӳ çӳретекен тапхăр — пастбищный период
кĕтӳ çӳретмелли вырăн — пастбище, выпас
кĕтӳ хăвала — гнать скотину в стадо
ĕне ют кĕтĕве ернĕ — корова пристала к чужому стаду
Кĕтӳрен юлнă сурăх кашкăр кулли пулать. — посл. Отставшая от стада овца становится добычей волка.
куколка
зоол.
куколка
куколкăран лĕпĕш пулнă — куколка обратилась в бабочку
лĕпĕш
бабочка
вĕлтрен лĕпĕшĕ — крапивница
купăста лĕпĕшĕ — капустница
капăр лĕпĕш — боярышница
упа лĕпĕшĕ — совка
лĕпĕш хурчĕ — гусеница
махаон
махаон (пысăк лĕпĕш)
хурт
1.
червь, червяк
гусеница
купăста хурчĕ — капустная совка
лĕпĕш хурчĕ — гусеница
çĕр хурчĕ — земляной червь
тислĕк хурчĕ — навозный червь
тымар хурчĕ — проволочник
хурт йĕнни — куколка
хурт çамки — кокон
чăпар
пестрый
рябой, цветастый, цветистый, разноцветный
чăпар куккук — пестрая кукушка
чăпар лĕпĕш — разноцветная бабочка
чăпар çаран — цветистый луг
чăпар чăхă — рябая курица
улма чăпар ут — серый в яблоках конь
çунат
1. прям. и перен.
крыло и крылья
лĕпĕш çуначĕ — крылья бабочки
хур çуначĕ — гусиное крыло
çунат çапса авăт — петь, хлопая крыльями (о птицах)
çунат çапса юрла — петь, хлопая крыльями (о птицах)
çунат пулсан вĕçсе кайăттăм хам çуралнă çĕршыва — фольк. были бы крылья у меня, улетел бы я на родину
Ар çуначĕ — ут. — погов. Крылья мужчины — конь.
лĕпĕш
бабочка, мотылек.
111 стр.
сая кай
, пропасть даром, без пользы. ЧС. Халĕ ĕнтĕ сая каймалла пултăн-ĕçке! Сĕт-к. Сая кайĕ, тесе, ан шохăшла та! Вовсе и не думай, что напрасно пропадет. Календ. 1911. Ытлашши нумай парсан, вăл тутлине суйласа сиет те, юлашкине таптаса варалать, çапла апат ахалех сая каять. Ядр. † Çӳçе çӳлчи ма саралать? — Туратти сая каясран. Эпир мĕншĕн çитĕннĕ-ши? — Сарă хĕр сара каясран (чтобы девушки неостались старыми девами). Султангул. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç, сая каяссăн туйăнать; кайин кайĕ те, лĕпĕш пек чунăм шел анчах.
сарă-чир
сар-чир, желтуха. Изамб. Т. Сарă-чирпе чирленĕ. Ib. Сарă-чир ӳксен, сарă-кайăка чӳхенĕ шывва ĕçеççĕ. Ib. Сар-чир. Сар-кайăка çунă шывва ĕçес пулат. Çак чирпе сывмар çынна (больного этой болезнью) хăйне каламасăр çупаççĕ (гладят рукой). Çупнă чух: сарра çупрăм, теççĕ. Сарă-кайăк йăвине вĕретсе ĕçтереççĕ. Сарă лĕпĕш чӳкесе ĕçтереççĕ. N. Сарă-чирпе выртап. || Н. Седяк. Сарă-чир чахотка. См. сар ӳкни.
çăтăхсăр
прожорливый. N. Ку лĕпĕш çавăн пекех çатăхсăр-и?
тăррĕн
то же, что тăррин. Шорк. Ман лашана кортăн-и? — Кортăм, корăк тăррĕн çӳретчĕ; йĕппе чикрĕм те, вилсе карĕ. Ib. Лĕпĕш корăк тăррĕн вĕçсе çӳрет. Ib. Пĕр кайăк çĕмел тăррĕнех (очень близко) вĕçсе иртсе карĕ.
хĕç лĕпĕш
назв. насекомого (бабочка). Шурăм-п. 27. Хĕç лĕпĕш (çула ăшă каçсем питĕ нумай Атĕл хĕрне ӳкет, шурă вĕтĕ лĕпĕш).
пул
пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.
пĕр йышши
один вид, одного рода, однородный. Чума. Çав шыçăллă чума икĕ тĕрлĕ пулать: пĕр йышшипе чирленĕ чухне çынсем ытла пит йывăрах асапланмаççĕ. Баран. 109. Пĕр йышши лĕпĕш çĕрле вĕçсе çӳрет. IЬ. 108. Пĕр хирех çуллен-çул пĕр йышши тырă акса тăрсан, ăна кирлĕ сĕткен пĕтет, вăл тырă унта пулми пулать. Грамм. Пĕр йышши членсем. Однородные члены (в предложении).
лапăртат
некогда – понуд. ф. ог гл. лапăрта. || Бултыхаться. Чув. пр. о пог. 232. Хур шыв çинче ишсе çӳренĕ чух чăмса лапăртатсан, çăмăр пулать. Если гусь, плавая, бултыхается и ныряет, будет дождь. || О неправильном полете. Сред. Юм. Çôначчине амантнă (повредившая) кайăк чипер вĕçеймес, лапăртатса вĕçет. || КС. Кайăк лапăртатса вĕçсе карĕ (полет большой птицы; более слабое подр.— лăпăртатса). || Возиться над чем попусту. Череп. Плохой микроскоп можно дать ученикам „лапăртатса ларма“, т. е. для препровождения времени. || Возиться в грязи. Ст. Чек. Ачасем кӳленчĕкре лапăртатаççĕ. N. Шыв хĕрринче лĕпĕш лапăртатать; лапăртатнăçеммĕнех путать Вăл. || Плескать водой, грязью. Изамб. Т. Ачасем çумăр хыççăн пылчăкпа лапăртатаççĕ (пачкаются в грязи). Сред. Юм. Пĕчик ачасем мунчара шывпа лапăртатаççĕ. || Вести неприличную болтовню, болтать. Череп. В. Олг. Лапăртат, говорить нехорошие вещи. Ст. Чек. Лапăртатас — кирлĕ-кирлĕ мара калаçас. Ib. Ан лапăртат! Пшкрт: пустоj лаβрдатат (болтает). Ib. Пустой лап(-β-)ăртатса ларан! (= кирлеми соясам соляса ларат). Ала 85. Апай, мана пĕр аршăн пир пар та, кутамкка çĕлесе пар. Кăна илтсен, ăна амăшĕ: мĕн ухмаха еретĕн эсĕ, ан лапăртасса çӳре! тенĕ. || Биться (о птице). КС. См. çапкалан. Сред. Юм. Пуснă (заколотый) алтан лапăртатать.
лепĕш
неизв. сл. СПВВ. Описка вм. лĕпĕш.
лĕпĕ
(л’э̆бэ̆, л’ӧ̆бӧ̆), бабочка. (Служит наживкой на удочку для чечони). Б. Аккоз. СПВВ. ТА. Лĕпĕ = лĕпĕш. В. Олг.: л’ӧ̆бӧ̆. Кубово. Упа лĕппи, сар лĕпĕ, кăвак лĕпĕ, шур лĕпĕ, хĕрлĕ лĕпĕ, ула лĕпĕ. В. Олг. Опа лĕппи, ночная бабочка. ||„Насекомое [т. е. особые паразиты] около легких больных животных (овец)“. Имен. Лĕпĕ — сурăх аш чирĕ („на легких и печени бывают водянистые шарики“). Орау. Лĕпĕ (сурăх чирĕ) йĕрсен, сурăхсен чĕрисем хуртланаççĕ (сердца червивеют). СПВВ. НН. Лĕпĕ — выльăх ӳпки пĕвер хушшинче таракан пек чунлă пулать. КС. Лĕпĕ — животное (паразит), появляющееся на легких; похоже на маленькую бабочку; пораженная овца чахнет и умирает.
лĕпĕс
подр. лету бабочки. С. Арабузи. Тумтирĕ вăрăм та, лĕпĕс-лĕпĕс! — лĕпĕш пек çӳрет. || Çиç. çиçрĕ кĕм. 24. Анкартине мар, кил-хушшине те тухса кĕме çук: лĕпĕс-лĕпĕс çăпата витĕр урана шыв çапатех.
лĕпĕш
(л’э̆бэ̆ш, л’ӧ̆бӧ̆ш), бабочка. Баран. 9. Вĕл-вĕл вĕçен лĕпĕш валли курăк çине, çулçă çине хăвар сывлăм тумламне (гов. солнышку). Шел. З5. Çулла хĕвел ăшшинче лĕпĕш пулса вĕçеççĕ (летают бабочками). Ib. 103. Хĕвелпе лĕпĕш чĕрĕлнĕ пекех, халь ĕнтĕ эпĕр пурте чĕрĕлнĕ. НИП. Лĕпĕш вĕл-вĕл вĕçкелесе çӳрет. N. Унтан тата юпа тăвиччен лĕпĕше вĕлермеççĕ: вилнĕ çын, лĕпĕш пулса килсе, çурта (дом) пăхса çӳрет, теççĕ. Н. Седяк. Сарă лĕпĕш чӳкесе ĕçтереççĕ (сполоснув в воде эту бабочку, водой поят больного). Изамб. Т. † Çак тăвансем патне килсен, сар лĕпĕш пек чунăм савăнать. КС. Лĕпĕш пек, сивве чăтаймасть (очень зябок). Ib. Эй, лĕпĕш! (ласковое обращение к маленькой дочери). Ib. Лĕпĕш пек лăпăстатса çӳретĕн çав! (Гов. ласково ребенку). N. Вилнĕ çын чунĕ лĕпĕш пулса килет, тет (о сероватой ночной бабочке). Пухтел. Лĕпĕш; „вилнĕ çын чунĕ“ — сăрă, пĕчĕкрех лĕпĕш (летает вечером).
йăшăлтат
(jы̆жы̆лдат), кишеть, копошиться, шуметь с гдухим звуком, извиваться, возиться. М. П. Петр. Етем йăх йеп. пуç. кай. 5. Вăйлă çумăрсем пуçлансан, çак чĕрĕ-чунсем каллех çĕр çине йăшăлтатса тухаççĕ. N. Çĕлен йăшăлтатат (возится). Чем люди живы. Ачисем амăшĕ çумăнче йăшăлтатса выртаççĕ. Дети возятся около матери. Кратк. расск. 2. Çĕр çинче кусан-çӳрен япаласем йăшăлтатса çӳре пуçланă. Ст. Чек. Йăшăлтатса выртат (çаврăнса, хăнтăла аптăратнăран). Нагорн. Кăткăсем йăшалтатнă пек, çимĕк вырĕнне (siс) каяççĕ. Пшкрт. Хорт jы̆жы̆лдадат (копошатся). Хорачка. Çĕлен йăшăлтатса каят. Б. Олг. Пы̆д’ы̆зам jы̆жы̆лдадаччэ̆, пымалла-да мар (не подойдешь). Альш. Тек çапла кĕвĕ каланă маййăн йăшăлтатса тăрать вăйă (хоровод). Çутталла 51. Аппа пĕрне (одну) илчĕ те, сывлăшпа ăшăтрĕ. Лĕпĕш йăшăлтатма пуçларĕ (стала двигаться).
бабочка
сущ.жен.
лĕпĕш; бабочка-капустница купăста лĕпĕшĕ; ночная бабочка упа лĕпĕшĕ (çĕрле вĕçсе çӳрекенни)
галстук
сущ.муж.
галстук; повязать галстук галстук çак (мăя); завязать галстук галстука çых; галстук-бабочка лĕпĕш евĕр галстук
гусеница
сущ.жен.
1. хурт, лĕпĕш хурчĕ; гусеница капустницы купăста лепĕшĕн хурчĕ
2. гусеница (трактор, танк кустăрмин пайĕ)
личинка
сущ.жен.
хурт; личинка мухи шăна хурчĕ; личинка бабочки лĕпĕш хурчĕ
экземпляр
сущ.муж.
экземпляр (пĕр йышши нумай япаларан пĕри); крупный экземпляр бабочки уйрăмах пысăк лĕпĕш; два экземпляра книги икĕ кĕнеке (пĕр пекки)
трепетный
1. чĕтренекен (лĕпĕш çуначĕсем); 2. перен. хумханакан; трепетное ожидание хумханса кĕтни.
бабочка
лĕпĕш.
боярышница
капăр лĕпĕш, сăркка пăнчăллă шурă лĕпĕш.
бабочка
ж. 1. лĕпĕш; ночная бабочка упа лĕпĕш; 2. перен. бабочка (бант евĕр çыхнă галстук).
впорхнуть
сов. 1. вĕçсе кĕр (кайăк е лĕпĕш çинчен); 2. перен. (быстро и легко войти, вбежать) вĕçсе кĕр, çăмăллăн утса (е чупса) кĕр.
гусеница
ж. 1. (личинка бабочки) хурт, лĕпĕш хурчĕ; 2. тех. гусеница.
крыло
с. 1. çунат; крылья бабочки лĕпĕш çуначĕсем; крылья самолёта самолёт çуначĕсем; крылья мельницы арман çуначĕсем; 2. (боковая часть здания) пуç, ен (çуртăн); 3. воен. фланг; ◇ крылья носа сăмса çунатти; опустить крылья çунатсене ус; подрезать (или обрезать, подсечь) крылья çунат(ти)сене хуç (е хуçса яр); расправить крылья çунат хуш (е сар).
легкокрылый
прил. çăмăл çунатлă; легкокрылый мотылёк çăмăл çунатлă лĕпĕш.
махаон
м. зоол. махаон (пысăк лĕпĕш).
монашенка
ж. 1. разг. см. монахиня; 2. зоол. упа лĕпĕш.
мотылёк
м. пĕчĕк лĕпĕш, лĕпĕ.
обратиться
сов. 1. к кому-чему (повернуться) çаврăн; обратиться лицом к свету пит-куçпа çутă еннелле çаврăн; 2. во что (превратиться) пул, куç; куколка обратилась в бабочку куколкăран лĕпĕш пулнă; 3. к чему (взяться за что-л.) тытăн, пикен, ĕçлеме пуçла; обратиться к науке наукăна тытăн, наукăра ĕçлеме пуçла; обратиться в бегство тара пар, тарма тытăн.
однодневка
ж. 1. зоол. пĕр кунлă хурт-кăпшанкă; бабочка однодневка пĕр кунлă лĕпĕш; 2. разг. пĕр кунлăх хаçат.
рой
м. 1. (семья пчёл) çăвăр хурт; 2. (скопление насекомых) кĕтӳ; рой бабочек лĕпĕш кĕтĕвĕ.
лĕпĕш
күбәләк
хурт
[ĥurt]
abelo; vermo, insekto simila al cermo ks
лĕпĕш хурчĕ — raŭpo
çĕр хурчĕ — tervermo
пыл хурчĕ — abelo
хурт çăкăрĕ — abelpano
хурт ăсти — abelisto
хурт-кăпшанкă — insekto
хуртлан — vermotrui
хуртлă — vermotrua
Schmetterling
lĕpĕş
лĕпĕш
Çăвар кар
Çăвар (çăвара) кар 1. разевать [раскрывать] / разинуть [раскрыть] рот; 2. разевать / разинуть глотку, драть [надрывать] глотку [горло].
1. Çăварне карса итлесе тăракан Ухливанов председателе ырламасăр чăтса тăраймарĕ. В. Краснов-Асли. Манпа юнашар ман пекех урине çăпата сырнă чăваш ачи çăвара карса тăрать. В. Паймен. Тĕлĕнсе, çăварне карса пăрахса пăхрĕ ача лĕпĕш вĕçсе кайнине. Юхма М. 2. Аллинчи туйи ун тимĕр, — Çăварна ан кар эс, хуп! Я. Ухсай. — Шăп, мĕскер çăвар каратăр! — Хĕр вăр-вар хурать пӳлсе. А. Галкин.
лĕпĕш
ç.п. е каçхи лĔпĔш, çĔрлехи лĔпĔш, ç.я., эвф. Хăйĕн ӳтне сутакан хĕрарăм; аскăн майра, катăк йĕм. Пур пек укçи-тенкине эрех ĕçсе, табак туртса, картла выляса, хăйнешкел çăмăлттай «лĕпĕшсемпе» ашкăнса пĕтеретчĕ. Л.Маяксем //Х-р, 6.01.1998, 3 с. Купюрăсене чăштăртаттарса джентельмен ресторана пырса кĕнĕ. Хăлхашăн кăмăллă чăштăртатăва илтсе «каçхи лĕпĕш» вĕçсе килнĕ. ÇХ, 2001, 20 /, 4 с. Хăй çĕрĕпе «каçхи лĕпĕшпе» пĕрле пулнă. ЧХ, 2001, 29 /, 4 с. Тем курса ларăн тата, ара, «лĕпĕшĕ» вăйпах çыпçăнать. Ар, 2001, 22 /, 3 с.
— çĕрлехи «лĕпĕш» (Х-р, 6.06.2000, 2 с.; Т-ш, 2001, 33 /, 10 с.).
адмирал
адмирал — vanessa atalanta [лĕпĕш тĕсĕ; хура, хĕрлĕ йăрăмлă]
аполлон
аполлон — parnassius apollo [хитре лĕпĕш тĕсĕ]
вĕлтĕрен лĕпĕшĕ
см. лĕпĕш
кăвак лĕпĕш
см. лĕпĕш
кĕвĕ
моль — tinea [кăшлакан лĕпĕш хурчĕ]; кĕрĕк кĕви шубная моль — tinea pellionella; сĕтел-пукан кĕви мебельная моль — tuneola furciferella; тум-тир кĕви платяная моль — tineola biselliella; тырă кĕви зерновая моль — nemapogon granellus
купăста лепĕшĕ
см. лĕпĕш
лĕпĕш
бабочка — lepidoptera [хупăллă çунатлă кăпшанкă]; вĕлтĕрен лĕпĕшĕ крапивница — aglais urticae; кăвак лĕпеш голубянка — lycaena; купăста лепĕшĕ капустная белянка (капустница) — pieris brassicae; пĕчĕк лĕпĕш мотылёк — pyrausta; сарă лĕпĕш лимонница — gonepteryx rhamni; çулçăпăран лĕпĕш листовёртка — tortrix; тăмана лĕпĕшĕ совка — noctuidae; тутлă кăшман лĕпĕшĕ брюквенница — pieris napi; упа лĕпĕшĕ монашенка — limantria monacha [йывăç çулçи çиекен сиенлĕ лĕпĕш]; хупах лĕпĕшĕ репейница (чертополовка) — cynthia cardui; шурă лĕпĕш боярышница — aporia crategi; шуçăм лĕпĕшĕ зорька — anthocharis cardamines [хĕрлĕ çунатлă пĕчĕк лĕпĕш]
махаон
махаон — papilio machaon [пысăк хитре лĕпĕш]
перламутровка
перламутровка — argunnis [лĕпĕш тĕсĕ]
пĕчĕк лепĕш
см. лĕпĕш
пурçăн хурчĕ
шелкопряд — bombyx [пурçăн çиппи тăвакан лĕпĕш хурчĕ]; тут пурçăн хурчĕ тутовый шелкопряд — bombyx mori; юман пурçăн хурчĕ дубовый шелкопряд — thaumetopola processionea
сарă лĕпĕш
см. лĕпĕш
сатир
сатир (бархатница) — callitaera pireta [лĕпĕш тĕсĕ]
çулçăпăран лĕпĕш
см. лĕпĕш
çур лĕпĕшĕ
веснянка — plecoptera [шыв хĕрринче пурăнакан лĕпĕш евĕрлĕ кăпшанкă]
тăмана лĕпĕшĕ
см. лĕпĕш
траурлă лĕпĕш
траурница — nymphalis antiopa [лĕпĕш тĕсĕ]
турткăш куçĕ
павлиний глаз — saturniidae [лĕпĕш тĕсĕ]
тутлă кăшман лĕпĕшĕ
см. лĕпĕш
упа лĕпĕшĕ
см. лĕпĕш
хупах лĕпĕшĕ
см. лĕпĕш
шурă лĕпĕш
см. лĕпĕш
шуçăм лĕпĕшĕ
см. лĕпĕш
шыв лĕпĕшĕ
см. лĕпĕш
ылтăн ăйхă
златогузка euproctis chrusorrhoea [йывăç çулçисене çиекен сиенлĕ лĕпĕш]
Çавăн пекех пăхăр:
лĕпĕстет лĕпĕстеттер лĕпĕсти лĕпĕте « лĕпĕш » лĕпĕш хурчĕ лĕпĕш чĕрĕлнĕ кун лĕпĕшкен лĕпĕшкентер лĕперке