Шырав: çавăр

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вит

1.
крыть, покрывать
тимĕр витнĕ пӳрт — крытая железом изба
витмелли тимĕр — кровельное железо
эмаль витнĕ савăт-сапа — эмалированная посуда
витнĕ йĕтем — крытый ток
тавралăха шурă юр витсе хучĕ — все вокруг покрылось белым снегом
витсе пĕтер — закончить крыть
витсе тух — закончить крыть
витсе çавăр — покрыть со всех сторон

йăва

I.

1.
гнездо
çерçи йăви — гнездо воробья
йăва çавăр — свить (устроить) гнездо
Шаннă йăвара кайăк çук. — посл. В надежном гнезде птицы не оказалось. (соотв. Наперед не угадаешь, где найдешь, где потеряешь).

йĕри-тавра

1.
вокруг, кругом
йĕри-тавра вăрман — кругом леса
йĕри-тавра пăх — оглядываться
сад йĕри-тавра карта çавăр — обнести сад изгородью
сĕтел йĕри-тавра ларса тух — рассесться вокруг стола
çурт йĕри-тавра йывăç лартса тух — обсадить дом деревьями

карта

1.
изгородь (из жердей, прутьев), загородка, прясло, ограда
решетке карта — решетка
сатан карта — плетень
шалча карта — тын
униче карти — околица
карта çавăр — огородить, обнести оградой
карта тыт — городить
вăштăр-вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчеи вĕрет вăл — фольк. дует легкий ветерок, и ограда ему не помеха

каялла

1.
назад, обратно
каялла кай — 1) идти обратно 2) перен. ухудшаться, идти все хуже и хуже (о делах)
каялла кил — вернуться, возвратиться
каялла пар — 1) вернуть, возвратить 2) дать сдачу
каялла çавăр — завернуть, повернуть назад, обратно
каялла çаврăнса пăх — оглянуться назад
каялла чак — отступить, попятиться назад

кăмăл

2.
настроение, самочувствие, расположение духа
пусăрăнчăк кăмăл — подавленность
тулли кăмăл — удовлетворенность, удовлетворение
хаваслă кăмăл — радостное настроение
кăмăла кай — нравиться, прийтись по вкусу
кăмăла кил — нравиться, прийтись по вкусу
кăмăла пăс — испортить настроение
кăмăла хуç — испортить настроение
кăмăла пусар — успокоить душу, утешить
кăмăла çавăр — 1) привести в хорошее расположение духа 2) угодить, ублажить
кăмăла уç — 1) привести в хорошее расположение духа 2) угодить, ублажить
кăмăла çемçет — смягчить душу, сердце
кăмăла çĕкле — поднять настроение, воодушевить
кăмăла хăпарт — поднять настроение, воодушевить
кăмăла хытарса — скрепя сердце
эпĕ ăна хам кăмăлпа турăм — я это сделал по своей воле
Кăмăл вылянă хыççăн ан çӳре. — посл. Не следуй за игрой настроения.
Кăмăла хирĕç кăмăл. — погов. Добро за добро.

кил

дворовый, надвбрный
усадебный

пуян кил — богатая усадьба
кил йытти — дворовая собака, дворняжка
ялта çĕр кил — в деревне сто дворов
пирĕнтен виçĕ кил урлă — через три двора от нас
кил çумĕнчи ани — приусадебный участок
кил вырăнĕ ил — получить участок для застройки
кил çавăр — обстроиться, застроить участок

медогонка

медогонка
медогонка çавăр — крутить медогонку
медогонкăпа пыл юхтар — качать мед медогонкой

пахча

огородный
килти пахча — приусадебный огород
купăста пахчи — участок под капустой
пахча культурисем — огородные культуры
пахча çавăр — обнести огород оградой

пăрт

2. подр. —
о быстром повороте

крана пăрт çавăр — быстро повернуть, крутнуть кран

сывлăш

дыхательный
сывлăш пăсĕ — пар от дыхания
пĕр сывлăшпах — одним духом
сывлăш ил — получить передышку
сывлăш питĕрĕнчĕ — дыхание перехватило
сывлăш пӳлĕнчĕ — дыхание перехватило

сывлăш çавăр —
çавăрса яр —
1) перевести дыхание
пĕр сывлăш çавăрмасăр — не переводя дыхания
2) перен. поправить материальное положение

юлашки сывлăш тухиччен — до последнего вздоха

тĕрле

I.

1.
вышивать
тĕрĕ тĕрле — вышивать, заниматься вышиванием
тутăр тĕрле — вышивать платок
тĕрленĕ кĕпе — вышитая сорочка
тĕрлесе çавăр — окаймить вышивкой
тĕрлесе çĕленĕ кĕрĕк — расшитый полушубок

трансформатор

трансформатор (электричество токĕн напряженине улăштаракан хатĕр)
[лат. transformare — çавăр, улăштар]

ункай

2.
сторона
минтере тепĕр ункайне çавăр — перевернуть подушку на другую сторону

чĕре

сердечный, душевный
вĕри чĕре — горячее сердце
хастар чĕре — мужественное сердце
хытă чĕре — черствое сердце
ырă чĕре — доброе сердце, добрая душа
пĕтĕм чĕререн — от всего сердца, от всей души
таса чĕререн — чистосердечно, положа руку на сердце
чĕре вырăнта мар — сердце не на месте
чĕре пусăрăнчĕ — отлегло от сердца
чĕре çунать —  сердце пылает огнем, душа горит
чĕре çурăлсах тухать — сердце кровью обливается, сердце разрывается на части
унăн чĕри çук — у него нет сердца
чĕрене ан ил — не принимать близко к сердцу
чĕрепе туй — чуять сердцем
чĕрене çавăр — покорить чье-л. сердце
чĕререн тав тăватăп — сердечно благодарю

чикарккă

разг.
цигарка, самокрутка
чикарккă тĕпĕ — окурок
чикарккă чĕрке — свернуть цигарку
чикарккă çавăр — свернуть цигарку

çавăр

1.
крутить, вертеть, вращать
кружить

велосипед педалĕсене çавăр — крутить педали велосипеда
пластинка çавăр — крутить пластинки (на проигрывателе)
шыв ГЭС турбинисене çавăрать — вода вращает турбины ГЭС

çавăр

2.
поворачивать, повертывать, оборачивать, обращать куда-л.
пуçа унталла-кунталла çавăр — поворачивать голову то туда, то сюда
сĕтеле тепĕр майлă çавăрса лартрĕç — стол развернули другой стороной
çавăркаласа пăх — вертеть в руках, рассматривать со всех сторон
Чавса çывăх та çавăрса çыртма çук. — посл. Близок локоть, да не укусишь.

çавăр

3.
заворачивать, поворачивать обратно
çавăрса яр — завернуть обратно кого-л.
çавăр каялла! — поворачивай обратно!

çавăр

4. перен.
поворачивать, переводить разговор
сăмаха урăх еннелле çавăр — перевести разговор на другое, изменить тему разговора

çавăр

5.
переворачивать
кĕнеке страницисене çавăр — листать книгу, переворачивать страницы книги
акапуç тăпрана çавăрса пăрахать — плуг переворачивает пласты земли
каланă сăмаха кутан çавăр — переиначить сказанное

çавăр

6.
лицевать
пальто çавăрса çĕле — перелицевать пальто

çавăр

7.
ворошить, мешать, размешивать
утă çавăр — ворошить сено
вутпуççисене турчăкапа çавăр — помешать дрова кочергой

çавăр

8.
кружить (о ветре, вьюге)
çил-тăман çавăрать — вьюга кружит
çил типĕ çулçăсене çавăрать — ветер кружит сухие листья

çавăр

9.
окружать, охватывать
яла вут-çулăм çавăрнă — деревня охвачена огнем
çавăрса ил —
1) охватить, окружить, обступить
тăшман çарĕсене çавăрса ил — окружить войска противника
ачасем чăрăша çавăрса илчĕç — дети обступили елку
2) захватить, овладеть
европейецсем вырăнти халăх çĕрĕсене çавăрса илнĕ — европейцы захватили земли местных народов
мана шиклĕ шухăшсем çавăрса илчĕç — мною завладели тервожные мысли

çаврăнтар

2.
то же, что çавăр 1, 5, 8, 12, 22.

çурт

домовый
домо-

йывăç çурт — деревянный дом
культурăпа йăла çурчĕсем — здания куль-турно-бытово^о назначения
нумай хутлă çурт — многоэтажный дом
производство çурчĕсем — производственные здания
пурăнмалли çуртсем — жилые дома
чул çурт — каменный дом
шкул çурчĕ — здание школы
шултра панеллĕ çурт — крупнопанельный дом
ялти çурт — сельский дом (бревенчатый)
çурт вырăнĕ — место для застройки
çурт комитечĕ — домовый комитет
çурт çамки — фронтон дома
çурт çийĕ — крыша дома
çурт хуçи — домовладелец
çурт çавăр — обстроиться, возвести дом и надворные постройки
çурт тăвакан комбинат — домостроительный комбинат
Çуртра йăп те çухалмасть. — посл. В доме и иголка не пропадет.
Уй варрине тырă акăр, ял варрине çурт лартăр. — посл. Сейте хлеб посреди поля, ставьте дом посреди села.

çавăрттар

1.
понуд. от çавăр 1.—7, 11.—22.

çавăр

10.
обойте все, побывать (везде)
хулипе çавăрса тух — обойти весь город
Пĕчĕкçеççĕ пикече пĕтĕм хире çавăрать. (Çурла). — загадка Маленькая девушка все поле обходит. (Серп).

çавăр

11.
оборачивать, обертывать
наматывать, накручивать
заворачивать

урана тăла çавăр — обернуть ноги портянками
пленкăна кассета çине çавăр — намотать пленку на кассету
чикарккă çавăр — свернуть цигарку

çавăр

12.
обводить
ӳкерчĕке тушьпе çавăр — обвести тушью чертеж

çавăр

13.
плести, сплетать
çатан çавăр — плести плетень
çавăрса тунă пукан — плетеный стул

çавăр

14.
вить, свивать
кураксем йăва çавăрма тытăннă — грачи начали вить гнезда

çавăр

15.
строить воздвигать
çурт çавăр — построить дом
хӳшĕ çавăр — сложить шалаш
эпир кил-çурта çавăрса ситертĕмĕр — мы полностью обстроились (построили дом и надворные постройки)
Хуйхăпа хула çавăрас çук. — посл. Горем город не воздвигнешь.

çавăр

16.
огораживать, обносить, окружать (стеной, изгородью)
картиш тавра карта çавăр — обнести двор забором

çавăр

17.
создавать
сбивать разг.
сколачивать прост.
çирĕп коллектив çавăр — создавать крепкий коллектив

çавăр

18.
вытачивать, точить
машина деталĕсем çавăр — вытачивать детали машин

çавăр

19.
отделывать
обшивать, оторачивать

кĕпе аркине тĕрĕ çавăр — отделывать подол рубахи вышивкой
ука кирлĕ çуха çавăрма, хайла кирлĕ юрă юрлама — фольк. чтобы обшить ворот, нужны позументы, чтобы спеть песню, нужно искусство

çавăр

20. прям. и перен.
обращать, преобразовывать, превращать во что-л.
шĕвеке пăса çавăр — преваращать жидкость в пар
сăмаха шӳте çавăр — обернуть слова в шутку

çавăр

21.
кружить голову, туманить разум, одурманивать
пуçна çеç çавăрать вăл — он лишь сбивает тебя с толку
Ĕçкĕ пуçа çавăрать. — посл. Пьянство одумарнивает голову.

çавăр

22.
склонять, привлекать на свою сторону
улвекать

кăмăла çавăр — расположить к себе
ху майлă çавăр — склонить на свою сторону
çурт халăхне çавăрма тăрăш — пытаться заруиться поддержкой жителей дома

çавăр

23.
в форме деепр. çавăрса с др. глаголами образует
составные глаголы с различным значением:

çавăрса кала —
1) выговаритвать, произносить
ача сăмахсене лайăх çавăрса калаймасть — ребенок не может как следует произносить слова
2) выражать, излагать мысли
çавăрса калама сăмах çитмест — не хватает слов выразить что-л.

çавăрса çап — швырнуть бросить об землю
тутана çавăрса çырт — закусить губу
туăра çавăрса çых — обвязать платком
çавăрса тыт — охватить

çавăрса хур —
1) взвлаить
миххе çурă çине çавăрса хур — взвлаить мешок на спину
2) подвернуть, завернуть
тăлăп аркине ая çавăрса хур —подвернуть под себя поул тулупа
3) разг. опорожнить, опрокинуть
пĕр саткан эрехе çавăрса хучĕ — он опрокинул стакан вина
4) разг. ляпнуть, брякнуть прост.
çавăрса чик — запрятать (напр. деньги)

çавăр

24.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением завершенности действия:

сăрласа çавăр — окрасить что-л. (со всех сторон)
çавракăш çырса çавăр — начерить, описать окружность
хурал тĕрĕслесе çавăр — обойти, проверить посты
хăнасене сăра ĕçтерсе çавăр — обнести гостей пивом
кĕтесе эрешмен карти тытса çавăрна — угол затянут паутино

пуç


пуç вĕçĕ — изголовье
пуç пӳрне — большой палец
пуç кастар — постричься
пуç яр — сослать в ссылку
пуçа çи — погубить
пуç çиесшĕ бран. погубитель
пуç çавăр — околдовать
пуçна пултăр! бран. пусть это будет тебе во вред!
пуç хур — сложить голову
пуç патне кай — хмелеть, пьянеть
пуç патне пыр — хмелеть, пьянеть
ăмăрту пуçĕнче пыр  — идти во главе соревнующихся

çавăр


айлăн-çийлĕн çавăр — переворачивать вверх дном
алла çавăр — приручивать, приваживать
ăспа çавăр — раскинуть умом
кăшăл çавăр — стянуть обручем (бочку)
ыйха çавăр — поспать, всхрапнуть разг.

сывлăш çавăр
1) перевести дыхание, передохнуть
пĕр сывлăш çавăрмасăр — не переводя дыхания
2) оправиться, встать на ноги
пушар хыççан сывлăш çавăрса яр — поравиться после пожара

пуçхĕрлĕ çавăр — перевернуть с ног на голову

майлă

14.
на чьей-л. стороне
вăл та ун майлă — и он на его стороне
майлă выля — подыгрывать кому-л. разг.
майлă пул —
1) благоприятствовать, содействовать
çанталăкĕ пире майлă пулчĕ — погода нам благоприятствовала
2) стать на чью-л. сторону, присоединиться, примкнуть
3) разг. болеть (за какую-л. команду)
майлă тар — становиться на чью-л. сторону, быть на чьей-л. стороне

ху майлă çавăр —
1) привлечь, склонить на свою сторону
2) расположить к себе, внушить симпатию

майлă çавăр —
1) увлечь, заинтересовать
2) уговорить, склонить на свою сторону, заставить согласиться

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

кӳнтер

п.с. Ӳкĕте кĕрт, çавăр, майлаштар; еккине яр. Ăна [ват çынна] ... ним каласа та кӳнтерме çук. К-н, 1983, 8 /, 4 с. Малтанхи хутĕнче Константин Николаевича кӳнтерме май килмерĕ. Д.Гордеев, 1988, 82 с. Вырăс чĕлхин «юнтармăшне» кӳнтерме чăваш чĕлхин законĕсене пăсатпăр. В-х, 8.07.1991, 12 с. — Ашмарин, VII, 75 с.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

кăмăл

милость, усердие, расположение; характер; кăмăллă – щедрый, милосердный; кăмăл кур – снискать любовь; кăмăлсăр пулман – не пришел в отчаяние; кăмăлне кайми çын – человек, который никому не может быть приятным; ăшă кăмăллă – ласковый; кăмăл пусар – утешаться; кăмăллăн пăхрĕ – посмотрел ласково; мăн кăмăллă – гордый; мăн кăмăлланса çӳренĕшĕн айăплакан çĕре çитрĕмĕр – достигли места, где обвиняют за гордость; йăваш кăмăллă – кроткий; кăмăлне çавăр – умоли.

89 стр.

пуç

голова
начало
начальник
главный
колос
покорность

аслине пуç — старшему покорность
пуçлă йĕп — булавка
пуçла — начинать
пуçлан — начинаться
пуç-çап — челом бить, покланяться, молиться; жаловаться, благодарить
пуç çавăр — отуманить
кил пуçĕ — домоправитель
туй пуçĕ — распорядитель свадебного пира
çарă пуçĕ — полководец
йал пуçĕ — вождь деревни, своего народа
шыв пуçĕ — исток, вершина реки
çырма пуçĕ — начало оврага
вар пуçĕ — начало долины
кӳлĕ пуçĕ — начало озера
шурăмпуç — заря
вут пуççи — головня
çул пуççи — проводник
хул-пуççи — предплечие
ан-пуççи — плечео
пуç пÿрне — большой палец
пуç тури — гребень
пуç тăрри, тӳпи — темя
пуç шăмми — череп
пуç йанаххи — виски
пуç тутăри — головной платок
пуç-кашăл — венец
вăл кĕнекене пуçĕпех патăм — я отдал ему эту книгу совсем
пуçламăш — начало
пуçне — кроме, отдельно, особенно, исключая
пăт пуçне пиллĕк пус тӳлес пулать — нужно платить по пять копеек с пуда
пуçах, пучах — колос
хăмла пучаххи — хмелевая шишка
пуçалăх, пуçелĕк — из головы, брус в окне
пуç вĕçĕ — изголовье
пуçлăх — начальник; глава
пуç хирлĕ ӳкер — упасть стремглав п
пуç хур – ложиться ("голову класть")
çичĕ çул йамшăк чупрăм, пĕр турта пуç катмарăм — семь лет я гонял ямщину и не отколол конца ни у одной оглобли
пуç-тах çын — бесшабашный
пуççăрла [Етĕр.] — быть бесшабашным
пуç çинчен пĕркен — закрываться с головой
çын пуçне пĕрер çăмарта пĕçереççĕ — на человека варят по одному яйцу
пуçланса кайать — начинается
ĕçле пуçлать — принимается за работу
ĕрет пуçланса йарать — начинает ряд

çавăр

вертеть

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вертеть

глаг. несов.
1. кого-что и чем (син. вращать, крутить) çавăр, çавăркала, пĕтĕр, çаврăнтар, пăркала; вертеть колесо кустăрмана çавăр; вертеть головой пуçа пăркала
2. кем (син. командовать, помыкать) пăхăнтар, итлеттер, ташлаттар; жена вертит мужем, как хочет арăмĕ упăшкине хăйне кирлĕ пек ташлаттарать

вить

глаг. несов.
1. (син. скручивать, сплетать) яв, явала, пĕтĕр; вить верёвку вĕрен яв
2. (син. делать, строить) çавăр, хыв, ту; птица вьёт гнездо кайăк йăва çавăрать

вращать

глаг. несов., (син. вертеть, крутить)
çавăр, çавăрттар; вода вращает турбины ГЭС шыв ГЭС турбинисене çавăрать

гнездиться

глаг. несов.
йăва çавăр, йăвара пурăн; ласточки гнездятся под крышей чĕкеçсем çурт тăрринче йăва çавăраççĕ

двигать

глаг. несов.
1. кого-что (син. перемещать) куçар, шуçтар, сиктер, тапрат; двигать диван дивана куçар; двигать с места вырăнтан тапрат
2. чем вылят, хускат; двигать пальцами пӳрнесене вылят
3. кого-что хускат, ĕçлеттер; çавăр, çавăрттар; вода движет турбины ГЭС шыв ГЭС турбинисене çавăрать
4. аталантар, малалла яр; двигать вперёд науку ăслăлăха малалла аталантар

завернуть

глаг. сов.
1. (син. упаковать; ант. развернуть) чĕрке, тĕркеле, сыр; завернуть книги в бумагу кĕнекесене хутпа тĕркеле; ребёнок завёрнут в одеяло ачана утиялпа чĕркенĕ
2. что (син. закрыть) хуп, хытар, пăрса ларт; завернуть кран крана пăрса ларт
3. пăр, çавăр; пăрăн, çавăрăн; завернуть вправо сылтăмалла пăрăн
4. (син. зайти) кĕрсе тух; по пути мы завернули в магазин çула май эпир магазина кĕрсе тухрăмăр ♦ завернуть рукава çанна тавăр

загородить

глаг. сов.
1. что карта тыт, тытса çавăр (хӳме); загородить сад сада карта тытса çавăр
2. кого-что (син. заслонить) хупла, пӳл, пӳлсе ларт; Не загораживай свет! Çутта ан хупла!; дорогу загородили упавшие деревья çула ӳкнĕ йывăçсем пӳлсе лартнă

захватить

глаг. сов.
1. (син. взять, забрать) ил, ярса тыт, ярса ил; захватить горсть орехов пĕр ывăç мăйăр ил
2. (син. овладеть) ярса ил, çĕнсе ил; захватить чужую территорию ют çĕре ярса ил
3. пĕрле ил, илсе кай; захватить зонтик на случай дождя çумăр çăвĕ тесе зонтик илсе тух
4. (син. увлечь) кăсăклантар, кăмăла çавăр; книга захватила меня кĕнеке мана кăсăклантарчĕ ♦ дух захватило сывлăш пӳлĕнчĕ (хумханнăран е сивĕ çапнăран)

кружить

глаг. несов.
1. кого-что (син. вращать) çавăр, çавăрттар, пĕтĕр; ветер кружит сухие листья çил типĕ çулçăсене çавăрттарать
2. (син. вращаться) çаврăн, авăн, вĕçсе çӳре; коршун кружит в небе хăлат тӳпере явăнать

крутить

глаг. несов., (син. вертеть, вращать)
çавăр, пĕтĕр, çавăрттар, çаврăнтар, пăркала; крутить педали велосипеда велосипед пускăчĕсене çавăрттар; крутить руль руле пăркала; крутить усы мăйăха пĕтĕркеле ♦ крутить любовь савăшса пурăн; крутить фильм фильм кăтарт; крутить руки алла пăрса хур; крутит метель çил-тăман вĕçтерет; крутить цигарку чикарккă çавăр

настроить

глаг. сов.
1. что ĕнер; настроить гитару гитарăна ĕнер
2. что (син. отрегулировать) майлаштар, йĕркеле; настроить станки станоксене йĕркеле; приёмник настроен на короткие волны приёмника кĕске хумсене итлеме майлаштарнă
3. кого кăмăла çавăр, илĕрт; настроить на весёлый лад кăмăла çĕкле, хаваслантар

перевернуть

глаг. сов.
çавăр, çавăрса пăрах, ӳпĕнтер; перевернуть лодку кимме ӳпĕнтер; перевернуть страницу книги кĕнеке страницине уç ♦ перевернуть всё вверх дном йăлтах тустарса пĕтер; рассказ перевернул душу калав чуна хускатрĕ

повернуть

глаг. сов.
1. çавăр, пăр, пăрăнтар; повернуть руль руле пăр
2. çаврăн, пăрăн; повернуть направо сылтăмалла пăрăн

подкупить

глаг. сов.
сутăнтар, укçапа çавăр; свидетеля подкупили свидетеле укçапа çавăрнă

склонить

глаг. сов.
1. что (син. нагнуть) тай, пĕк, чик, ус; склонить голову пуçа ус
2. кого (син. уговорить) çавăр, ӳкĕте кĕрт; он всех склонил на свою сторону вăл пурне те хăй майлă çавăрнă

уговорить

глаг. сов.
майлă çавăр, килĕштер, ӳкĕте кĕрт

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çава

(с'ава), коса. N. † Сирĕн çавăр çуталĕ, манăн çава тутăхĕ. (Хĕр йĕрри?). Н. Якушк. † Çави тăпси епле чăтат-ши? N. Çак çĕр чĕтретсе перекен тупăсем çынсене çава айĕнчи пек йăвантарать. ЧII. Çава витмест, не берет коса. Чертаг. Çава çĕççи (пекки), нож, сделанный из косы. Сред. Юм. Çава аври кăвапи тесе çава аврин варĕнче (на середине косовища) алпа тытмаллине калаççĕ. Ib. Çава постаркăçĕ тесе çава ôнкипе тăхăнтарса посарса хоракан çӳхе патака калаççĕ. Ib. Çава тăпсине аври çôмне кӳртсе лартсан, ôнкăпа пôсарса хораççĕ, çав ôнка çава ôнки (кольцо) теççĕ. Якейк. Çава кĕлли, пятка косы. Ib. Çава пастар (п̚астар') — çава онки тытса тăракан йăвăç япала. Ib. Çава сăмси, носок косы. Ib. Çава онки — пастара тытса тăракан онкă (кольцо, которое придерживает клин косы). Чертаг. Çава аври, çава кăвапи (поперечина на косовище; за нее берутся правой рукой); пастарĕ (пластинка у пятки: лăканма памасть), çава кĕлли (пятка). Çава шулап (-п), обух (спинка, хребет) косы. У др. çава тӳртĕш. Шумерля, КС. Çава чĕми (ч'э̆ми), маленький загибчик (шпенек) на пятке косы. Изамб. Т., Тюрл. Çава тăпси (т̚ы̆псиы), пятка косы. КС. Çава тӳрчĕ, обух, тыл косы. Чутеево. Çава тытхи, поперечная ручка косы (на косовище: у др. çава кăвапи). Моркар. Çава тăпси, место соединения косы с кăпăлĕ; çава кăпăлĕ, часть косы прикрепляемая к черену; çава тăрши (чит.: тăршши?), обух. Кăпăл тесе çаван аври çăмĕнче çыпçăнса тăракан пайне калаççĕ.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çавăркала

(-га-), учащ. ф. от гл. çавăр. N. Çавăркала-çавăркала хĕртет. Так и лупит (бьет). Юрк. Хăй куçĕсене (ĕненмесĕр) шанмасăр тата кĕнеке листисене çавăркаласа (перелистывая) пăхат, нимĕн тума пĕлмест.

çавăрттар

понуд. ф. от гл. çавăр. N. Çӳлĕ хӳмесемпе хӳсе çавăрттарнă. Кан. Çула таçтан çавăрттарса янă. N. Унта-кунта çавраçил çавăрттарса тусан кăларса çӳрет. Ачач 29. Арлассине хăй хытă арлать. Йĕкине вăр-р! çех çавăрттарать. N. Еврей майрисене çавăрттаратпăр анчах. См. çил-тăман. || Обить кругом (чем). Юрк. † Тытса хăпарас карлăксене йĕс çавăрттарнă (у избы). || Оплетать. Капк. Киле таврăнсан, сивĕ хăярпа хырăм параппан пек пуличченех çавăрттарчĕ. || О сне. Трхбл. Пĕрер ăйхă çавăрттарса илем халь (соснука). Чăшкăртса илем халь. Всхрапну-ка. || Болтать без толку. Кан. Хулара вĕренекен майрасем çӳçĕсене кастарнă, кĕске кĕпеллĕ... çавăнпа çамрăксем хуланала туртăнаççĕ... тесе çавăрттараççĕ ватăсем. || То же, что çавăрса хур в последнем значении. Кан. Нимех те каламасть кăна хирĕç Андрейĕв, çапла çеç çавăрттарса хурать.

çар

(с'ар), то же, что çавăр, вертеть. Пшкрт. СПВВ. ТА. Эсĕ ан çар = эсĕ ан çавăр.

çурт çавăр

возводить на усадьбе (все нужные) постройки, обстраиваться. Сред. Юм. Çорт çавăр, строить дом. Кам. Враг. Хăмла вăрри ăçта шăтать? Йĕпе çĕре вăл шăтать, çуле хăпарать — çурт çавăрать.

тепĕр

(тэбэ̆р), другой (второй), второй из двух; alter. Срв. урăх, другой, иной, alius. Б. Яныши. Çак пулă çисе ларнă çĕре тепĕр кашкăр чупса пычĕ, тет. N. Хай юмăçи тепĕр сĕтелпе тĕпел кукăрне ларнă. Йомзя села в угол за другой стол. Орау. Паян сучĕ пулмарĕ, тит, тепĕр сута хăварчĕç (отложили до другого заседания суда), тит. N. Тепĕр конче, на другой день. || Еще один, и еще один, praeterea unus. Орау. Кунсăр пуçне тепĕр каç анчах çыврап. Кроме этой ночи я переночую (здесь) еще только одну ночь. Яргуньк. Вара арăмĕ, Йăван çывăрсан, çак груша тата икĕ валяй дубинушкăпа тепĕр тутăр илчĕ те, хăйпе пĕрле варлă пурăннă ĕмпӳ ывйлĕ патне тарчĕ. Синерь. Пĕр шăшипе тепĕр сала-каяк икĕ пĕрчĕк сĕлĕ тупнă, тет. (Одна) мышь и (еще один) воробей нашли зернышко овса. Изванк. Тата лере чăх пусса çиме пĕр пĕчикрех хуран, тепĕр пуçламан пичке лартрĕç. N. Пĕр кĕпе, тепĕр йĕм, тепĕр носки, тата пилĕк листă хут. Шибач. Онта пычĕ тепĕр çӳçĕ. Туда еще пришел один портной (сначала приходил плотник). N. Вон тенкĕ панă полсан (она ему), тепĕр пилĕк тенкине (другую пятишницу) калах ыйтап (с него возьму назад?). N. Тата тепĕр часси (кроме того, часы) парса ятăм. Йӳç. такăнт. 15. Усал, яхăна та ямасть, ваттисемпе ятлаçас тесен! Çитĕнĕ акă тепĕр Вирĕс Лăриванĕ, каттăршнай... N. Тепĕр май çавăр. Коракыш. Пемесен (если не застрелишь меня), эпĕ сана пĕр çурăма, тепĕр курка сĕтĕме парăп, тесе каларĕ, тет (медведь). Альш. Ес-кӳллĕн тăрăшшĕ сахалтан пĕр çухрăм пур-тăр, урлăшĕ тата тепĕр çур çухрăма яхăн пуртăр. С. Айб. Тата тепĕр çĕр пар-ха. Еще сто рублей дай-ка (точнее: еще одну сотню). N. Унăн пĕр аллине касса татнă, тепĕр çур çăкăр парса хăварнă (брат). Эпир çур. çĕршыв 19. Киремет тĕми айĕнче çăл куçĕ, тата пĕчикçĕ кӳлĕ пур. Инçе мар тепĕр кӳлĕ лакăмĕ пур. НАК. Унпала пĕрле мăн-кĕрӳ арăмĕпе ларать кĕçĕн кĕрӳ, тата тепĕр шăппăрăç ларать. || Иной. N. Рикшиусем хăш чухне талăкра хĕрĕхшер-аллăшар çухрăм чунаççĕ, чупасса тепĕр лашаран та хытăрах чупаççĕ (шибче другой лошади, т. е. быстрее иной лошади). Ачач 100. Куракансем те пулнă. Пĕччен кăна çӳремест, тет. Тепĕр юлташĕпе, тет. Кан. Тепĕр сăмахпа каласан (иначе говоря): çемьере тăватă ятак пулсан, вăл киле пĕр кил вырăнне памалла. ТХКА 8. Тепĕр çĕрте чăвашсем çĕр çынтан сакăрвун çын траххомпа чирлени пулнă. N. Тепĕр пуян патне кайсан та, кун пеккине тупас çук. || Еще. Ст. Яха-к. Маçилке карчăк вара: тепĕр ик-виç кунтан (еще дня через три) килĕп, тесе янă (сказала пришедшей к ней женщине). N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два. N. Тепĕр икĕ эрнерен (недели через две) пыма хушрĕ. Шарбаш. Тепĕр пăластăк (= пĕр ластăк, немножко) тăрсассăн, постояв (побыв) еще немного. Шугур. Ц. Килте тепĕр çула яхăн (еще с год) пурăнсан, аннепе пĕр арман хуçи патне пурăнма карăм. N. Тепĕр кон чол порăнсассăн, прожив еще столько же. N. Тата тепĕр олтă çохрăм. Еще шесть верст. Кан. Унта чăваш тăватă кил. Тепĕр икĕ чăваш килĕ вăрмана, кăк çĕрĕ çине лараççĕ (еще два двора чуваш селятся в лесу, на росчисти, на чищобе). N. Атте çук, анне 55 çулта, тепĕр аппа куçсăр, эпĕ 15 çулта. || При перечислении может значить: первый, второй, третий и т. д. || В другой раз. Сред. Юм. Тепĕр килсен (в Курм. тепре килсен), при втором приходе. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ (алĕç) тытса ларать. Когда он пришел во второй раз, колдунья опять сидела за рукодельем. || При обозначениях времени иногда указывает на повторенне, наступление в будущем той самой поры или того момента когда говорящий произносит свои слова. КАЯ. Тепĕр çак кунччен (до сегодняшнего дня следующего года) мана тьыха парсан, каçарăп. (Слова киремети). N. Тепĕр çак вăхăтчен. Собр. Тепĕр çав вăхăтчен. || При обозначении приблизительного счета соответствует русскому еще приблизительно. N. Тепĕр иккĕ-виççĕ, еще два или три. N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два (т. е. приблиз. через 2 мес.). N. Тепĕр пилĕк уйăхран тата (татах) килĕп. Месяцев через пять я опять (еще опять) приеду. N. Прик кон шăнтса, тепĕр эрне пылчăк. || Следующий. КАЯ. Тепĕр кунче (= кунĕнче) аттесем кунĕпех ĕççĕрç (= ĕçрĕç). На другой день (postridie)... Изванк. Тепĕр кунчех, на другой же день. Б. Яныши. Тепĕр эрнере тунтикун пирĕн пата Сăранкассисем мана йĕп кăларма илме пурчĕ. N. Тепĕр кунĕн ирхине, чух шурăм-пуç (= çурăм-пуç) килнĕ чух, ирех çитрĕç Мускава. См еще прим. Оп. исслед. чув. синт. II, 66 (внизу).

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

ворочать

кого, что несов. çавăр; тавăр, çавăрса хур (чирлĕ ҫынна).

вращать

что несов. çавăр.

вспять

каялла; повернуть вспять каялла çавăр.

чаровать

, -ую несов. илĕрт, кăмăлла, кăмăла кай, пуç çавăр.

увлекать

кого, что несов., увлечь, -еку, -чёшь сов. 1. илсе кай (пĕренене шыв); судьба увлекла меня в Швейцарию шăпа мана Швейцарие илсе çитерчĕ; 2. интереслентер, ху енне çавăр, ху майлă ту, хăвăнтан хăпми ту, илĕрт, хăвна юраттар.

уломать

кого, что сов., уламывать несов. каласа çавăр.

ум

-а ăс, ăс-хакăл, тăрлав; делай с умом ăспа ту; считай в уме ăсра шутла; он себе на уме вăл чее, вăрттăн шухăшлă; сошёл с ума ухмаха ерчĕ; выжить из ума сумран тух, ăсран тайăл, йӳтесе кай, сӳтĕлсе кай; свести с ума ăнран яр, пуçне çавăр.

умилостивить

-влю, -вишь кого, что сов., умилостивлять несов. устар. çырлахтар, кăмăлне çавăр.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

çавăр

әйләндерергә

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

drehen, wenden

zavăras
çавăр

Çавăн пекех пăхăр:

çавăнтараххăн çавăнти çавăнччен çавăншăн « çавăр » çавăра çавăрашка çавăрăм çавăрăн çавăрăнăç

çавăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org