Шырав: çавнашкал

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

екки

1.
нрав
унăн екки çавнашкал — таков уж у него нрав

упăлча

диал.
обычай, обыкновение
нрав

унăн упăлчи çавнашкал — таков уж у него обычай

эх-хе-хей

межд.
выражает сожаление, сомнение, грусть

э-хе-хе, о-хо-хо

эх-хе-хей, шăпи пирĕн çавнашкал ĕнтĕ! — э-хе-хе, судьба уж наша такая!

çухăрашка

1.
крикливый, шумливый
вăл çавнашкал çухăрашка çын — такой уж он крикливый человек

ăрат

1.
род, племя
фамилия

авалхи ăрат — древний род, древняя фамилия
улпут ăратти — 1) барского происхождения, барин 2) перен. лентяй, лодырь
вĕсен ăратти çавнашкал — у них в роду все такие
пирĕн ăрат ĕлĕкренпех çĕр ĕçлет — наш род издавна занимается земледелием

çавнашкал

такой (как упомянутый ранее)
подобный этому, аналогичный

çавнашкал

так, вроде этого (упомянутого ранее)
подобно этому, аналогично
пирен йăли çавнашкал — таков у нас обычай
пурăнатпăр çавнашкал —так вот мы и живем
ыттисен те тухăслăх çавнашкалах — и у других производительсноть на таком уровне
Çини мĕнле, ĕçлени те çавнашкал. — посл. Какой человек, такой и труд. (соотв. Каков едок, таков и работник).

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

акăлчанлан

ç.с. Акăлчан евĕрлĕ пул, акăлчана тух. Пур çавнашкал «вырăсланакансем» пĕчĕк йышлă халăхсем хушшинче... Влаçа акăлчансем килсе ларсан, вĕсем çак çеккунтрах «акăлчанланма» та хатĕр. А.Т.-Ыхра, 2000, 57 с.

бартер

ç.с. Укçаран татăк пулнипе тавара таварпа улăш-тарса илни е пулăшушăн тавар парса татăлни. Халĕ унчченхи пек планпа килсе парасса кĕтсе лараймастăн... Ку тĕлĕшпе чи шан-чăклă меслет — бартер. Х-р, 23.01.1996, 2 с. Мĕн тăвăн, халĕ вăхăчĕ çавнашкал пăтравлă, завод туса кăларакан продукцишĕн ăна туянакансем бартерпа татăлаççĕ. К-н, 1999, 4 /, 7 с. Крахмал питĕ кирлĕччĕ те бартер шучĕпе автомобиле пама тиврĕ. ХС, 1999, 16 /, 6 с. Ялта та бартер! Ар, 2001, 9 /, 2 с. — бартер экономики, бартер операцийĕсем (Х-р, 15.05.1997, 3 с.); бартер йĕрки (ХШ, 1999, 6 /, 36 с.); — бартера йĕркеле (Х-р, 19.09.1996, 2 с.); бартерпа ĕçле (Х-р, 10.10.1998, 1 с.); бартерла туян (ХС, 1999, 35 /, 1 с.); бартерпа пар (ÇХ, 2000, 11 /, 3 с.); бартер ту (Ар, 2002, 39 /, 2 с.).

пăнчă

п.п. Пĕр-пĕр ĕç-пуç (суту-илӳ, вăрçă-харçă) пулса иртекен вырăн. Тепĕр ирхине ... унăн тусĕсем хулари суту-илӳ «пăнчисене» сырса илнĕ. К-н, 1967, 6 /, 4 с. Пирĕн районта пурĕ 120 суту-илӳ пăнчи. К-н, 1981, 16 /, 9 с. Вăл та çавнашкал бизнес пуçарнă, виçĕ «пăнчă» тытса тăнă. Х-р, 11.04.2001, 1 с. «Вĕри пăнчăна» пĕр хăрамасăр каякан хĕрарăм юрăç тупăнĕ-ши тата. Х-р, 11.10.2000, 2 с. — танл., хĕрӳ «точкăсем» (Х-р, 27.07.2001, 4 с.).

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сулăн

размахиваться. Бес. чув. 2. Вăл ĕричак сулăнмассерен (при каждом взмахе) çавăрăна-çавăрăна пăхать те, чĕтĕрекелесе тăрать. || Клониться. Бел. Çавăн чухне ирхи апат вăхăтĕнче тухса кайнă çын пилĕк çухрăма хĕвел кăнтăрларан каçаллана сулăнсассăн тин хăнана çитмелле пулчĕ. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла (на рыбалку) кайрăмăр. N. Кăвакăн-кăвакăн пĕлт хăпарать, кай енелле сулăнать. О земл. Йывă шăтсан, калчасем пĕр-пĕрне тăвăрлаççĕ, çĕрелле сулăнаççĕ. Якейк. Каçалла солăннă (= летом часов в 5—6, а зимою в 2—3). N. Тĕттĕм сулăннă, сумерки. || Раскатываться на раскате. Султангул. † Сĕнĕ çуна кӳлтĕм те çула тухрăм, çунамçăм сулăнчĕ те, ай, юр тулчĕ. Чураль-к. † Кӳлтĕм-тухрăм сар лаша, сикрĕ-ларчĕ сарă хĕр; сулăнкара та сулăнать, лакăмра та ларса юлать. N. † Çони солăнать солнăк енелле (по уклону раската), эпир хамăр çавнашкал, ĕçкĕ енелле солнатпăр. N. † Çырма хĕррипеле пынă чух çунам сулăнасран чунăм çук. || Слоняться. Ст. Яха-к. Шăпăрçăпа парапан çапаканнисем çук пулсан, сĕрен халăхĕ вара ахалех сулăнса çӳрет. Сĕт-к. Апат шыраса солăнса çӳреççĕ. || Направиться. Юрк. Хăйĕнĕ пур чухне кирек кам та юта сулăнас çук. Кан. Улатăр вăрманĕсенчи кашкăрсем кунталла сулăннă. Баран. 4З. Ăлавсем иртсе кяйсан, кайăк (заяц), çул урлă каçса, майĕпе анкартинелле сулăннă. N. Вут хĕлхемĕ тухса çӳлелле сулăннă пек. Изванк. Çак ача, вăл кăçал салтака сулăнтăр (чтобы ушел) тесе, тем чул ылханакансем (зложелатели) пулĕ. („Тĕп саканче пăт чӳклени“). М. Сунч. Вара, выляса чăрансан, пурте килелле сулăнаççĕ. N. † Икĕ старик орам тăрăх отаççĕ: ста ĕçкĕ, онталла солнаççĕ. Шурăм-п. Çамрăккисем килелле сулăна пуçларĕç. Вĕсем хыççăн ваттисем те кайрĕç. Альш. Кайрăм урам тăршшĕпе, сулăнтăм тăван еннелле. Сунт. Тĕрĕс, Петĕр, эс калани. Эс Хветюк патĕнче çыратăн-и? — терĕ Шикайĕвă. Петĕр Хветюксен пӳрчĕ енелле сулăннине курса. N. Упăшки калĕ: ман санпа мĕн туса ларас? эсĕ çырăва пĕлместĕн, тийĕ. Вăл (он) вара килтен тухса сулăнĕ. || Иметь желание, иметь надежду. Б. Аккоз. Сана корасса солăнманччĕ. Не надеялся увидеться о тобой. (У других скажут: сана курасса та сунманччĕ). Кн. для чт. 107. Çурисем амăшне кĕтеççĕ, кĕтсе илессĕн сулăнмаççĕ. || Шататься, качаться. N. Хурăн сулăнса кайнă (пошатнулась). Сĕт-к. Çав пачкалăка пĕкĕ пемелле: тем çĕрех солăнса карĕ. Орау. Сулăнса карĕ те, ӳкрĕ-вилчĕ. Ib. Сулăнса кайса ӳкрĕ те, çавăнтах пĕтрĕ. Зашатался и упал мертвым. Изамб. Т. Сĕве кĕпери урлă каçнă чухне кĕперĕ сулăна-сулăна каят (качается). Альш. † Пусмаран антăм — сулăнтăм, тăванăмсенчен уйăрăлтăм. (Хĕр йĕрри). Пазух. Алăкран тухăп — сулăнăп, атте-аннерен уйăрăлăп. || В перен. зн. — лишиться. N. Вăйран - халтан сулăннă. Юрк. Лаши мĕскĕн, вăйран сулăннăскер, нимĕн тума пĕлмесĕр, турта хушшинче çав пăркаланса пырат. Ау 110. Ку чысти вăйран сулăннă, тет, хăй чĕлхине кăларнă, тет, хӳрине аялалла тăснă, тет. Толст. Пĕр çухрăм пек кайсан, вăл пĕтĕмпе вăйран сулăннă, урисем тем пек сурнă. N. Енчен эсĕ сулăнса кайсассăн (если ты сбился с пути), ун çине шанчăк çук вара. Алекс. Нев. Ашшĕ-амăшĕсем, ачисем çине пăхса, вĕсемпе малашне мĕн пуласси çинчен шухăшласа, пĕтĕмпех йĕрсе сулăннă: чăнахах курайман тăшман пиртен туртса илĕ-ши вара вĕсене? тенĕ.

сĕркеле

(-гэ-), учащ. ф. от гл. сĕр. Орау. Сăмсине пĕрене çумне сĕркелесе тăрать. Трется носом об стену. Çутт. 155. Хăй тата кĕт урисене сĕркелесе илет те вĕçсе каять. N. Гутаперчăран тунă пуç-турине пустав çине сĕркелесен те, çавнашкал хĕлхемсем тухаççĕ. N. Пурнине алăк çумне сĕркелесе тасатрĕ. Вытер палец об обшивку двери. Юрк. Хай арпус пек çаврака çуне икĕ аллипе тытса илчĕ те, тытăнчĕ унпа икерче сĕркелеме (женщина). || Чесать. Тюрл. Мĕн сĕркелен?

славни

(славνиы, с ударением на а), хороший. Орау. Çупа ăшаласан çĕрĕк çăпата та тутланать, тиç; çавнашкал, какай ярсан, вĕлтĕрен яшки славни пулчĕ. Кан. Ман шутпа вĕсене славни тыткаламалла. По-моему с ними надо обходиться построже.

çавнашкал

в роде этого, такой.

çанашкал

то же, что çавнашкал. Ой-к. Кӳлли çанашкал пулĕ? Кӳлли кӳллех те, виçĕ хураçисем йăри-тавра чупса çавăрнаççĕ. N. Эсир этемми çанашкал.

çаплах

так же, таким же образом. Изамб. Т. Çаплах, çаплах, вĕтĕ те, шултăра та тăваççĕ. ЧС. Пирĕн атте эпĕ астăвасса çаплах чирлесе пурнатьчĕ. Чирлесен-чирлесен, тата хытăрах чирле пуçларĕ. Сюгал-Яуши. Çаплах тата хамăра çынсем тĕл пулаççĕ те, эпĕ калап: шкула каятпăр-ха, теп. N. Çав тĕлĕнмеле ĕçе çак çула çитиччен курманччĕ, кăçал халерă пулнăран çаплах асапланчĕç (= аппаланчĕç, с обрядами) пирĕн, пиртен инчех мар ялта. КС. Хăй начарланса карĕ (обеднел), эрекине çаплах ĕçет (беспрестанно пьет; если: çапах ĕçет — все-таки пьет. КО). Синерь. Шăши çур çул пурăннă, тет, сала-кайăк та çаплах килмеçт, тет. Шăшийĕ пит начарланса çитрĕ, тет те, пĕр пĕрчĕк сĕллине çирĕ, тет. N. Киле кайсан, перĕн пата çаплах кай, апипе попляса ларма. N. „Купеческий“ тиекен пароходсем анчах çӳреме май пур таран çаплах çӳресшĕн. || Такой же. N. Епле анчăк? тетĕп.— Çаплах, тет. О сохр. здор. Анчах ку ĕç чăнах çаплах-ши? — Чăнах та çавнашкал. || Всё, беспрестанно. Торп-к. Кашкăра тем чухлĕ тутлă çитарсан та, вăл çаплах вăрманалла, теççĕ. (Послов.). Альш. Куçсах тăмаллах мар та, курăксем аванах ӳсеççĕ те, çаплах та (все же) чăнкă аякки (у горы). Яргейк. Пуп майри çаплах ятлать, тет, пупа: кунтан мĕн тухать, (что из этого выйдет, вылупится) тесе. Панклеи. Хĕрĕ (падчерица?) ларма каясшăн полнă. Карчăк старика: çак хĕре еçсе хăвар-ха, старик! вăл çаплах каясшăн, тет. || Всегда. В. Олг. Ĕне сунă чохне çаплах пуркаланса турса (вертелась). Кан. Венăра (Австри) çаплах çĕр чĕтрет. В Пшкрт — çаплак.

çĕнĕ çул

çĕнĕ çол, новый год. N. Çĕнĕ çулсем иртсен, эпĕ те çанталла пыратăп. ФТТ. Çĕнĕ çул каç тăвар çисе выртас пулать. Вара тĕлĕкре арăм пулас хĕр пĕр курка шу исе пырса ĕçтерет. Ib. Çĕрле çĕнĕ çул каç чĕпсем картине кайса чĕпĕсене тытмалла. Хĕр атана тытсан, упăшки салтак пулать, атан мар пулсан, салтак пулмасть. Ib. Çĕнĕ çул каç анкартине кайса алăпа тытмасăр пĕр çăвар тулли çапнă ыраш улăмĕ хыпас пулать. Унтан улăмне çăвартан кăлармасăр хыпнипех киле исе пырас пулать. Унта илсе пынă улăм пучаххинче минче пĕрчĕк тыррине шутлас пулать. Миçе пĕрчĕк тырă, хыпакан çын çавăн чухлĕ пурăнать. Ib. Çĕн çул каç кашта çинче ларакан чăхăсене тытаççĕ те, вĕсене тырă, кĕл, кăмрăк, шу, хăмла параççĕ. Çав панă япаласенчен чăхă хăшне сăхать, çынтан упăшка пуласси, е арăм пуласси хĕр те çавнашкал пулать: тырă сăхсан, пуян пулать, кĕл — начар, шу — эреке ĕçекен, хăмла — кутăн. Ib. Çĕн çул каçне çĕрле пуян патне пырса чӳрече патне тăрса пӳртре укçа шутланă сасса итлес пулать. Укçа чăнкăртатнă сасă илтсен, итлекенĕ каялла каймасть, пуярах парать. Ib. Çĕн çул каç пĕчченех тула тухса итлесе тăрас пулать. Пуртă сасси илтĕнсен, çав çын тепĕр çулччен вилет. Ib. Çĕн çул каç çĕрле пĕчченех ампар кĕтессине кайса тăрас пулать. Ампарта кăштăрт! тенĕ сасă илтĕнсен, итлекен çын пуять. кăтăрт! тенĕ çасă илтĕнсен — начарланать. Ib. Çĕн çул каç куç пăхмалли илес пулать, алла çурта тытас пулать, унтан виçĕ хут сăхсăхас пулать, вара санăн вилнĕ тăванусем курăнаççĕ. Ib. Çĕн çул каçне чашкăшне шу ямалла, хĕрне кашни ху пĕлекен, ху юратакан хĕр ячĕпе пĕрер хут татăкĕ çыпăçтармалла; унтан шушне (= шыв ăшне) пĕр çавăрнакан япала яраççĕ. Япала хăш тĕлле чарăнать, çавăраканне, çав тĕлте мĕн ячĕ çырнă, çавă юратать, е качча ăна илмелле пулать. Ib. Çĕн çул каç çĕрле таса юр çине выртаççĕ: тепĕр ирхине пырса пăхаççĕ. Выртнă вырăнта йăтă тĕкĕ пулсан, выртакан çын тепĕр çĕн çулччен вилет. Ib. Хĕрсем çĕн çул каçне тимĕр татăкĕпе: çăла питĕретĕп, тесе, çăл тара (= тавра) çавăрăнмалла. Упăшки пуласси вĕсене тĕлĕкре çăл уçтарма пырать. Ib. Çĕн çул каçне сурăхсем картине кайса пĕр сурăх мăйне курăспала çыхмалла. Ирхине ăна кайса пăхмалла. Сурăхĕ шух, е начар, е выйлă, е ватă, е çамрăк пулсан, упăшка е арăм пуласси те çав сурăх пекех пулать. Ib. Çĕн çул каçне, çурçĕр тĕлĕнче, сăн пăхмаллипе çутнă çурта илес пулать. Çири хĕреçе хывса пăрахас пулать. Çуртана сăн пăхмалли умĕнче тытас пулать, унтан: эй, мана упăшкам пуласси, тух! тесе, чĕнес пулать. Чĕнсен, упăшка пуласси мал пуçĕ, унтан мăйĕ, ал, кăкăрĕ курăнать. Пилĕк таран курăнсан, çуртана сӳнтерес пулать. Çӳнтермесен лешĕ: эсĕ мана ма чĕнен, тесе, хĕре çĕçĕпе чикет. Ib. Кирек мĕлле ремеслăна вĕренес тесен, çĕн çул каç çурçĕр тĕлĕнче вилнĕ çын турпасĕ çине кайса ремеслăна вĕренмехленсе ларас пулать, каялла çавăрăнса пăхма юрамасть. Кайра шуйтансем, ашшĕ-амăшĕ тăванĕ, йăмăкĕ пулса, пире хĕрхенсе каялла çавăрăнса пăх: пире вăр-хурахсем вĕлереççĕ, пулăш пушалăстă пире, тесе, йăлăнаççĕ. Каялла çавăрăнса пăхсан, шуйтансем ăна çавăнтах вĕлереççĕ. Çавăрăнса пăхмасан, ăна турă ангĕлĕ курăнса вĕренес тенĕ ремеслăна пит аван вĕрентет; унтан киле ярать. Çавнашкал çын пек вара лайăх хăй ремеслине пĕлекен никам та çук. Ib. Çĕн çул каç çур пус укçа тупма пулать. Вăл çур пуса тыр ăшне хурсан, тырă нихçан та пĕтмест, укçа хутаççине хурсан, укçа нихçан та пĕтмест. Вăл çур пуса тупас тесен, çĕн çул каç евангелие исе, хунар çутса, уя çул юпне кайса ларас пулать, евангелие вулас пулать, каялла çавăрăнса пăхас пулмасть. Кайра шуйтансем тем пек кăшкăраççĕ, çуяççĕ, йăлăнаççĕ, хăратаççĕ, тет. Анчах каялла çавăрăнса пăхас пулмасть, пĕрмай евангелие вулас пулать. Атан атсан, шуйтансем тарса пĕтеççĕ, вара евангелие вулакан патне пĕлĕт çинчен ангĕл анать те, калать: мĕн кирлĕ сана, мĕскĕн? тет, çыннăн калас пулать: эпĕ питĕ начар пурăнатăп, эпĕ турра, вăл мана пулăштăрччĕ тесе, йăлăнатăп, тес пулать. Çавăн чухне вара ангĕл çынна çур пус укçа парать, тет. Ст. Чек. Çĕн çул кун малтан килнĕ çынна минтер çине лартмасан, чăхă пусмас. N. Çĕн çулсам иртиччен тăрас пулатьчĕ сирĕн. Изамб. Т. Çĕн çул çĕрĕ (канун) арçын-ачасемпе хĕр-ачасем çĕрĕпе чупса çӳреççĕ. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кун чи малтан килекен çынна минтер çине лартмасан, чăхă лармаст, тет. Ib. Çĕнĕ çул кун килнĕ çын ăнмасан, выльăх пымаст, тет. Юрк. Çĕнĕ çул кунĕ, на (в) новый год. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çул каçхине, накануне нового года.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

так

1. çапла, апла, капла, кун пек, ун пек, çакăн пек, çакнашкал, кунашкал, унашкал, çавнашкал; впредь не поступай так ӳлĕмрен кун пек ан хăтлан; по-нашему, не так пирĕн шутпа апла мар; 2. ахаль, ахалех; 3. çав тери; он так глуп, что... вăл çав тери ăссăр...

таков

все они таковы пурте вĕсем çавнашкал, çавăн пек; таковы факты çакнашкал ĕнтĕ фактсем.

таковой

çакăн йышши, кунашкал, çавнашкал, çапласкер.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

бюрократия

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

криминал

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

solcherart

zavnaşkal
çавнашкал

Çавăн пекех пăхăр:

çавăтăн çавăттар çавăш çавнан « çавнашкал » çавнашкаллă çавнă çавра çавра карталан çавра курка

çавнашкал
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org