Шырав: çавра пуçлă калта

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авра-çавра

скрученный
перевитый

Авра-çавра пурçăн тутăр. (Асамат кĕперĕ). — загадка  Шелковый платок весь перевит. (Радуга).

вальцовка

вальцовка (çавра валсемпе хĕстерсе çӳхетни)

диафрагма

фото, кино
диафрагма (объектив ăшĕнчи çавра шăтăклă карă)

каçăр

1.
поднятый, задранный, вздернутый (кверху)
каçăр пуçлă — с задранной головой
каçăр сăмсаллă — курносый

кукша

плешивый, лысый
безволосый

кукша çын — лысый человек
кукша пуçлă — лысый, с лысиной
Кукша пуç, тăватă куç. (Тӳме). — загадка Плешивая голова, четыре глаза. (Пуговица).

купăста

капустный
брюссель купăсти — брюссельская капуста
ир пулакаи купăста — ранняя капуста
йӳçĕтнĕ купăста — квашеная, кислая капуста
пуçлă купăста — кочанная, вилковая капуста
чечеклĕ купăста — цветная капуста
шурă купăста — белокочанная капуста
купăста йăранĕ — капустная грядка
купăста калчи — капустная рассада
купăста пуçĕ — кочан капусты
купăста шурин — капустный рассол
купăста йӳçнĕ — капуста заквасилась
купăста ту — шинковать капусту


качакана купăста картине яр — пустить козла в огород

курка

2.
чаша, чашка
кружка

кĕленче курка — стакан
çавра курка — деревянная чашка (для пива)
чей курки — чайная чашка
эмалленĕ курка — эмалированная кружка
эрех курки — чарка

пичет

1.  
печать
герблă пичет — гербовая печать
сăркăч пичет — сургучная печать
çавра пичет — круглая печать
пичет палли — печать (отпечаток)
пичет хур — наложить печать
пичет пус — наложить печать
пичет куçлă çĕрĕ — колечко с печаткой

пуклак

1.
тупой
пуклак кĕтес — тупой угол
пуклак янах — тупой подбородок
пуклак пуçлă (вĕçлĕ) — тупоконечный, обрубленный на конце

пуçлă

1.
с головой, имеющий голову, головку
икĕ пуçлă çĕлен — фольк. двуглавый змей
пуçлă йĕп — булавка
мăкла пуçлă ĕне — комолая корова
çара пуçлă — 1) с непокрытой головой 2) плешивый

пуçлă

2. перен.
с головой, умный
башковитый
прост.
пуçлă çын — человек с головой

пуçлă

3.
с каким-л. концом
пуклак пуçлă кишĕр — морковь с тупым концом

пуçлă-вĕçлĕ

головой к голове
концом к концу

хăмасене пуçлă-вĕçлĕ хур — класть доски концом к концу

пушмак

1.
башмак и башмаки, ботинок и ботинки,
полуботинок
и полуботинки
ача пушмакĕ — детские башмачки
сăран пушмак — кожаные ботинки
шĕвĕр пуçлă пушмак — остроносые ботинки
пушмак таврашĕ — собир. обувь (разная)
Пуçа килсен (ӳксен) пушмак. — посл. Коли очень понадобятся, то и башмаки будут (т.е. сумеешь и башмаки сшить).

пӳкле

прямо, напрямик
Пӳкле çӳрекен пӳкле тĕлне çитеймен. — посл. Идущий прямой дорогой до крыльца не дошел.
Пӳкле каян пӳлĕнет, çавра каян çу çиет. — посл. Идущий прямо — задыхается, идущий кругом — масло ест. (соотв. Тише едешь — дальше будешь).

резьба

резьбовой
конусла резьба — коническая резьба
çавра резьба — круглая резьба
резьба кас — нарезать резьбу
резьбана пăснă — резьба сорвана

саламандра

зоол.
саламандра (çĕр çинче те, шывра та пурăнакан калта евĕр чĕрчун)

сухан

луковый
аса сухан — лук с семенами, лук-семенник
вăрă суханĕ — лук-сеянец
пуçлă сухан — репчатый лук
симĕс сухан — зеленый лук
уй суханĕ — дикий лук
хир суханĕ — дикий лук
хăвăл сухан — стрельчатый лук
сухан пуçĕ — луковица
сухан çеçки — перья лука
икĕ пуç сухан — две луковицы
сухан чĕр — рвать зеленый лук

террариум

террариум (çĕлен-калта тытмалли вырăн)
çĕленсене террариумра усра — содержать змей в террариуме

урă

трезвый
урă пуçăн — на трезвую голову, в трезвом состоянии
урă пуçпа — на трезвую голову, в трезвом состоянии
урă пуçлă çын —
1) трезвый человек
2) перен. человек со здравым умом, трезво мыслящий человек
тартар урă — совершенно трезвый
Çурри урă, çурри ӳсĕр. (Пичке пăкки). — загадка Одна половина пьяная, другая — трезвая. (Затычка у бочки).

хурăн


хурăн кăмпи — подберезовик
хурăн пуçлă çĕлен — уж
хурăн çырли — земляника

хушка

с отметиной, со звездочкой
хушка пуçлă пăру — теленок с белым пятном на лбу

чĕлĕ

1.
ломоть, кусок
кус
прост.
çавра чĕлĕ — круглый ломоть
ташлама чĕлĕ — круглый ломоть
çăкăр чĕлли — ломоть хлеба
Çынна сивĕ сăмах каличчен пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. — посл. Чем обижать человека неласковым словом, лучше дай ему ломоть хлеба.

шерхебель

шерхебель (çавра тимĕрлĕ сава)

шрапнель

шрапнель (çавра пульăсем тултарнă йĕтре)

юпала

вздымать, поднимать столбом (пыль)
çавра çил тусана юпаласа çĕклет — вихрь поднимает пыль столбом

якăлти

кокетливый


якăлти калтабран. вертихвостка

ящер

зоол.
ящер (авал вилсе пĕтнĕ калта евĕрлĕ пысăк чĕрчун)
стегозавр — ĕлĕк-авал пурăннă пысăк ящер

çаврăм

4.
то же, что çавра 2, 3
ăмăртусен юлашки çаврăмĕ — заключительный тур соревнований
сăвă çаврăмĕ — строфа стихотворения
сăмах çаврăмĕ — выражение, оборот речи
пĕр çаврăм пурте чĕнмесĕр ларчĕç — некоторое время все молчали

çатма

2.
плошка
çавра çатма — круглая плошка
тăрăхла çатма — продолговатая плошка
тăм çатма — глиняная плошка

çăкăр

2.
хлеб (штука), каравай
пуçламан çăкăр — целый, непочатый каравай
çавра çăкăр — каравай, круглый хлеб
тачка çăкăр — непропеченный хлеб
тăрхала çăкăр — батон
çăкăр кĕреçи — лопата для хлеба (которой сажают его в печь)
çăкăр пичĕ — верхняя корка каравая
çăкăр сăмси — горбушка
çăкăр çемçи — мякиш
çăкăр татăкĕ — кусок хлеба
çăкăр хытти — корка хлеба
çăкăр чĕлли — ломоть хлеба
çăкăр икĕ питлĕ — у хлеба отстала верхняя корка
çăкăр хыв — сажать хлебы в печь
Пӳрт тăрринче çур çăкăр выртать. (Уйăх). — загадка Над избушкой висит хлеба краюшка. (Луна).

çăпата

лапотный
пĕр мăшăр çăпата — пара лаптей
таканлă çăпата — лапти с деревянными колодками
тăхăр пушăт çăпати — лапти в девять лычек (требующие искусного плетения)
шăрçа пуçлă çăпата — лапти с украшенными носками
çăпата кантри — оборы
çăпата пуçĕ — головка лаптя
çăпата сăмси — головка лаптя
çăпата пичĕ — головка лаптя
çăпата ту — плести лăпти

çĕлен

змеиный
наркăмăшлă çĕлен — ядовитая змея
хура çĕлен — гадюка
хурăн пуçлă — çĕлен уж
çĕлен ăйăрĕ — змея-самец
çĕлен йăви — змеиное гнездо
çĕлен наркăмăшĕ (сĕлеки) — змеиный яд
çĕлен сăнни — змеиное жало
çĕлен тирĕ (кепи) — змеиная шкура
çĕлен чĕлхи — 1) змеиный язычок 2) уст. наговор против змеиного укуса
ăна çĕлен сăхнă — его змея ужалила
çул çĕлен пек авкаланать — дорога вьется змейкой
Çĕлене çĕлен çимест. — посл. Змея змею не ест. (соотв. Ворон ворону глаз не выклюет).
Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр. — посл. У змей и ящериц один нрав (букв. язык).

çĕлен-шăван

то же, что çĕлен-калта

çивĕч

бойко, проворно, резво
çивĕч ача — бойкий мальчик
çивĕч калта — юркая ящерица
çивĕч лаша — горячий конь
çивĕч чупса кай — резво побежать

çуха

1.
ворот, воротник, воротничок
кĕпе çухи — воротник рубашки
пальто çухи — воротник пальто
çавра çуха — круглый воротник
тилĕ çуха — лисий воротник
шăтăкла çуха — кружевной воротничок
çухаран ярса тыт — схватить за шиворот

çавра

1.
круглый, округлый
çавра карта — круг, хоровод
çавра кӳлĕ — круглое озеро
çавра мачча — сводчаттый потолок
çавра питлĕ ача — круглолицый мальчик
çавра çăкăр — круглый хлеб, каравай
çавра хăйра — круглое точило, точильный круг
çавра чĕлĕ — круглый ломоть хлеба (во весь каравай)
çавра оборона тыт — держать круговую оборону
Анкартинче çавра çатма ларать. (Йĕтем). — загадка На гумне стоит круглая сковорода). (Молотильный ток).

çавра

2.
общее название законченного периода речи, песни
— перевод завиит от характера звукового периода:

куплет, строфа, колено, период (речи) т. ыт.
пĕр-икĕ çавра юрласа ил — спеть один куплета
шăпчăк юрринче темĕн тĕрлĕ çавра пур — в соловиьной песне есть самые разнообразные колена

çавра

3.
небольшой промежуток, некоторое время
пĕр çавра çывăр — поспать некоторое время

çавра

кругом, в объезд, кружным, окольным путем
çавра çулпа — кружным путем
пире çавра пулать — нам придется сделать круг
Пӳкле каян пӳлĕнет, çавра каян çу çиет. — посл. Кто ломит напрямик — выдыхается, а едущий кружным путем есть масло (получает выгоду).

юпа

2. перен.
столб
вут-çулăм юпи — столб пламени
çавра çил юпи — вихревой столб, смерч
тĕтĕм юпи — столб дыма

шăрçа


куç шăрçи — 1) зрачок 2) хрусталик
шăрçа пуçлă çăпата — сандалии с  украшенным носком (женские)
Куç шăрçине сыхланă пек упра. — погов. Беречь как зеницу ока.
шăрçа курăкĕбот. зопник клубненосный

çавра


çавра курка — круговая чаша, чаша пущенная по кругу
çавра юрă — хороводная песня

скобка

скобка и скобки
çавра скобка — круглые скобки
кĕтеслĕ скобка — квадратные скобки
скобкăна ил — заключать в скобки
скобка уç — раскрывать скобки

велотрек

спорт.
велотрек (велосипедпа ăмăртмалли çавра çул)

йĕлмевĕс

миф.
чудовище, чудище, чудо-юдо
виçĕ пуçлă йĕлмевĕс — трехглавое чудовище

пуçлă


пуçлă купăста — кочанная капуста
пуçлă сухан — репчатый лук
хурăн пуçлă çĕлензоол. уж

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

астрал

ç.с., астрол., оккульт. Космос вăйĕпе этем чун-хавалĕн çыхăнăвĕ. Ухсайсем..., хаяр çавра çилсем кăларса, астрал шайĕнче хăйсен çуртне аркатнă. Ю.Яковлев //ÇХ, 1998, 48 /, 9 с. Танл., Çын автокатастрофăра амансан та астральнăй ӳт [кирлĕ, астрал вăйĕ] аманмасть. Çав вăхăтрах ăна ырă мар шухăшпах ватма пулать. Я-в, 1995, 9 /, 102 с.

геральдика

п.с. Гербсене ăсталани, ăнлантарни тата тĕпчени; истори ăслăлăхĕн гербсене тишкерекен пайĕ. Пĕтĕм Раççейри геральдика обществин гербĕн эскизне туса хатĕрлерĕм. Х-р, 3.10.1992, 3 с. Ман тĕпчевĕн тĕллевĕ — Элли Юрьев худож-никăн геральдикăри ăсталăхне пăхса тухасси. ХШ, 1998, 3 /, 65 с. Икĕ пуçлă ăмăрткайăк мĕне пĕлтерни пирки геральдикăпа ин-тересленекенсем паян кунчченех тавлашаççĕ. ХС, 2001, 35 /, 2 с.

зодиак

ç.с. Хĕвелĕн çулталăкра 12 çăлтăр ушкăнĕ витĕр иртекен çавра çулĕ (вуникĕ паллăллă пĕрлĕх). Çу уйăхĕн 21-мĕ-шĕнчен пуçласа ... хĕвел Зодиакăн Йĕкĕрешсем палли тĕлĕнче тытăнса тăрать. Х-р, 3.06.1992, 4 с. Зодиак Тигрне алла вĕрентме тăрăшакансем. ÇХ, 1998, 1 /. 1 с. Зодиак паллинчи ăнăçсăр кунсем. ЧХ, 2000, 34 /, 8 с. Зодиак палли тăрăх эпĕ Сурăх, хĕр тусăмСкорпион. Ар, 2001, 21 /, 3 с.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

йĕп

иголка
йĕплĕ — иглистый
йĕп-куç — игольные уши
йĕп-вăрри — стрекоза
йĕплĕ хулă — шиповник
майра йĕппи, пуçлă йĕп — булавка
йĕп тăррине — на иголку

кукша

плешь
кукша пуç, кукша пуçлă — плешивый

пуç

голова
начало
начальник
главный
колос
покорность

аслине пуç — старшему покорность
пуçлă йĕп — булавка
пуçла — начинать
пуçлан — начинаться
пуç-çап — челом бить, покланяться, молиться; жаловаться, благодарить
пуç çавăр — отуманить
кил пуçĕ — домоправитель
туй пуçĕ — распорядитель свадебного пира
çарă пуçĕ — полководец
йал пуçĕ — вождь деревни, своего народа
шыв пуçĕ — исток, вершина реки
çырма пуçĕ — начало оврага
вар пуçĕ — начало долины
кӳлĕ пуçĕ — начало озера
шурăмпуç — заря
вут пуççи — головня
çул пуççи — проводник
хул-пуççи — предплечие
ан-пуççи — плечео
пуç пÿрне — большой палец
пуç тури — гребень
пуç тăрри, тӳпи — темя
пуç шăмми — череп
пуç йанаххи — виски
пуç тутăри — головной платок
пуç-кашăл — венец
вăл кĕнекене пуçĕпех патăм — я отдал ему эту книгу совсем
пуçламăш — начало
пуçне — кроме, отдельно, особенно, исключая
пăт пуçне пиллĕк пус тӳлес пулать — нужно платить по пять копеек с пуда
пуçах, пучах — колос
хăмла пучаххи — хмелевая шишка
пуçалăх, пуçелĕк — из головы, брус в окне
пуç вĕçĕ — изголовье
пуçлăх — начальник; глава
пуç хирлĕ ӳкер — упасть стремглав п
пуç хур – ложиться ("голову класть")
çичĕ çул йамшăк чупрăм, пĕр турта пуç катмарăм — семь лет я гонял ямщину и не отколол конца ни у одной оглобли
пуç-тах çын — бесшабашный
пуççăрла [Етĕр.] — быть бесшабашным
пуç çинчен пĕркен — закрываться с головой
çын пуçне пĕрер çăмарта пĕçереççĕ — на человека варят по одному яйцу
пуçланса кайать — начинается
ĕçле пуçлать — принимается за работу
ĕрет пуçланса йарать — начинает ряд

сухан

лук
пуçлă сухан — луковица
сухан кукли — луковик
хыр суханĕ, ыхра ути — дикий лук

çавра

син.: çавăра хăйра
круглый точильный камень


çавра пăр — коловорот
çавра çил — вихрь

çĕлен

змей
хура çĕлен — гадюка
хурăн пуçлă çĕлен — уж
туй çĕлен — медяница
чăпар çĕлен — серый змей

çил

ветел; çил сиввĕн вĕрет – ветер дует холодно; çил-тăвăл, синкерлĕ çил – буря; çил çунатлă лаша – лошадь с крыльями ветра; çил тăман – вьюга; çавра çил – вихрь; çил арманĕ – ветряная мельница.

194 стр.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

арка

сущ.жен., множ. арки (арок)
арка (çавра тăрăллă хапха, çурт маччи); триумфальная арка мухтав аркки (чаплă çĕнтерӳ ячĕпе лартнă палăк)

баскетбол

сущ.муж.
баскетбол (мечĕк персе çавра карçинккана лектермелли вăйă); играть в баскетбол баскетболла выля

берет

сущ.муж.
берет (çемçе çавра колпак); детский берет ача-пăча беречĕ; носить берет беретпа çӳре

биточки

сущ.множ.; един. биточек муж.
биточки (çавра катлет)

благоразумный

прил. (син. обдуманный, разумный), благоразумно нареч.
ăслă-пуçлă, тăнлă-пуçлă, чипер ăслă; вести себя благоразумно чипер ăслă пул

виток

сущ.муж. (син. оборот)
çаврăм, çавра; ункă, çаврăнни; виток проволоки пралук унки; виток спутника вокруг Земли спутник Çĕр тавра пĕр хут çаврăнни

вихрь

сущ.муж.
çавра çил; çил-тăвăл; вихрем снесло крышу дома çил-тăвăл çурт тăррине сӳсе пăрахрĕ

голова

сущ.жен., множ. головы
1. пуç; голова собаки йытă пуçĕ; лысая голова кукша пуç; голова болит пуç ыратать
2. (син. ум, рассудок) ăс, пуç, ăс-пуç; надо думать головой ăс-пуçпа шухăшлас пулать; он совсем потерял голову вăл ăсне йăлтах çухатнă; из головы не идёт пуçран тухма пĕлмест
3. чего пуç, пуçламăш; машина идёт в голове колонны машина колонна пуçламăшĕнче пырать
4. пуç (выльăх шучĕ); сто голов свиней çĕр пуç сысна ♦ с головой ăслă-пуçлă; без головы тăмпай, ăссăр; вешать голову пуçа ус, аптраса ӳк; головой ручаюсь çирĕп шантаратăп; вбить в голову ăса хыв; выбросить из головы пуçран кăларса пăрах; иметь голову на плечах ăс-пуçа ан çухат; потерять голову пуçа çухат, ăсран тух; на свежую голову ывăнман пуçпа (шухăшла); на свою голову харпăр хăйне сиен тумалла; садиться на голову пуç çине хăпарса лар; валить с больной головы на здоровую харпăр айăпне çын çине йăвантар

каравай

сущ.муж.
çăкăр, çавра çăкăр ♦ На чужой каравай рот не разевай посл. Çыннăнне ан хапсăн

крокодил

сущ.муж.
крокодил (калта евĕр пысăк çăткăн чĕр чун); африканские крокодилы Африка крокодилĕсем

круглый

прил.
çаврака, çавра, чăмăр; круглый каравай çаврака çăкăр; круглый мяч чăмăр мечĕк; круглое лицо çавра сăн-пит ♦ круглый сирота хăр тăлăх (ашшĕ-амăшĕсĕр); круглый дурак тăр ухмах; круглый год хĕлĕн-çăвĕн; круглая сумма пысăк укçа

купол

сущ.муж., множ. купола
купол, тӳпе, тăрă (çавра формăлли); купол собора собор тăрри ♦ купол парашюта парашют куполĕ

лицо

сущ.сред.; множ. лица
1. пит, сăн-пит, пит-куç; круглое лицо çавра сăн-пит; мыть лицо пит çу; мне знакомо это лицо ку сăн-пите эпĕ пĕлетĕп
2. çын, этем; влиятельное лицо витĕмлĕ çын
3. сăпат (грамматикăра); третье лицо глагола глаголăн виççĕмĕш сăпачĕ ♦ на одно лицо каснă лартнă, пĕр сăнлă; показать товар лицом таварăн чăн пахалăхне кăтарт; к лицу килĕшет (тумтир); он лицом в грязь не ударит вăл намăс курас çук

лук

1. сущ.муж.
сухан; репчатый лук пуçлă сухан; зелёный лук симĕс сухан; стрелки лука сухан пуши; дикий лук ыхрути; жарить лук сухан ăшала

мишень

сущ.жен.
мишень (тĕл пемелли ӳкерчĕк, ĕлке); круглая мишень çавра мишень; поразить мишень с первого выстрела пĕрре персех мишене лектер

оборот

сущ.муж.
1. çаврăну, çавра; сделать два оборота икĕ çавра ту, икĕ хут çаврăнса ил
2. çаврăнăш; çаврăнни, ĕçре пулни; торговый оборот суту-илӳ çаврăнăшĕ
3. тӳнтер, тепĕр енĕ; оборот бумажного листа хут листин тӳнтер енĕ ♦ оборот речи сăмах çаврăнăшĕ; взять в оборот хытă тыткала, çирĕп алла ил

окружность

сущ.жен.
çавра, çавракăш; окружность озера — пять километров кӳлĕ çавракăшĕ — пилĕк çухрăм

полнолуние

сущ.сред.
тулли уйăх, çавра уйăх

разумный

прил., разумно нареч.
1. аслă, ăс-тăнлă, ăс-хакăллă; человек — существо разумное этем — ăс-тăнлă янавар
2. ăслă-тăнлă, тăнлă-пуçлă, чипер ăслă, тулккăллă; вести себя разумно ăслă-тăнлă пул

репчатый

прил.: репчатый лук пуçлă сухан

скобка

сущ.жен.
скобка (текстăн пĕр пайне уйăрса илмелли паллă); круглые скобки çавра скобка; взять в скобки скобкăна хуп

стол

сущ.муж.
1. сĕтел; письменный стол çыру сĕтелĕ; сидеть за столом сĕтел хушшинче лар
2. сĕтел (учреждени); адресный стол адрес сĕтелĕ ♦ круглый стол çавра сĕтел (пуху, канашлу тĕсĕ)

уж

1. сущ.муж., множ. ужи
хурăн пуçлă çĕлен

чешуя

сущ.жен.
хупă, вĕтĕ хупă (чĕр чунсен, ӳсен-тăрансен); рыбья чешуя пулă хуппи; чешуя ящерицы калта хуппи

ящерица

сущ.жен.
калта; ящерицы греются на солнце калтасем хĕвел çинче ăшăнса выртаççĕ

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ыраш пăтри

(пы˘триы), назв. маленькой, большеголовой и большебрюхой рыбки. Якей. Ыраш пăтри — мăн пуçлă, мăн хырăмлă пĕчĕк полă.

пуçлă-вĕçлĕ ана

ita vocantur partes agri, quas ана appellamus, breviore latere inter se contingentes, загоны, соприкасающиеся концами, т.е. короткими сторонами.
Юрк. † Пуçлă-вĕçлĕ анана вырма лайăх тийеççĕ. Говорят, что загоны, соприкасающиеся концами, хорошо жать. Ст. Чек. Пирĕн анапа пуçлă-вĕçлĕ ана Çтаппантейсен ани вăл. Загон, соприкосающийся концом к концу нашего, принадлежит семейству дяди Степана. Якей. Пир[ĕ]н анасам онта пуçлă-вĕçлех. Там наш загоны сходятся концами.

сав

любить. Янтик. † Пурçăн явлăк пур, тетĕр, пĕртте çыхса тухмастăр; савап, савап — тиетĕр, кучченеç те памастăр. Алешк. † Ай-хай, савнă тусçăм, хура куçăм, илсен илмесен те савса тăр. Альш. † Пĕчĕкçĕ çырма, вак чуллăх, кĕпер ан хыв, ут сиктер. Савнипелен савманни сăмах ан хуш, куç сиктер. Ib. † Чипер ача, сар ача, савăп — кайăп мĕн тăвăн? Буин. † Икĕ савса сар хĕр эпĕ ӳстертĕм. Ст. Ганьк. † Сарă хĕрсене кам савĕ, савсан савĕ сар каччă (разве он, а то кроме него никто). С. Айб. † Пуян хĕрĕ савмалăх, ашшĕ ятне ямалăх. || Радоваться. Ст. Ганьк. † Хурама йывăç тăрринче сарă кайăк ларать сарăлса, савса (радостно) сарăлса ларнă чух çавра çил килчĕ — çавăрчĕ. ТХКА 60. Юр та карĕ, пăр ирĕлсе пĕтрĕ. Çанталăк ăшă, пит ăшă. Хĕвелĕ те хĕртсе, савса пăхать те. || Обрадовать. Ерк. 169. Халĕ ĕнтĕ ленкрĕн алла тĕппипе, тавăрттарăп — чуна савăп виллӳпе. Каласа пар: мĕншĕн килтĕн эс кунта? Мĕнле шухăш пăтрантарать пуçăнта? || Ласкать, миловать. Ашшĕ-амăшне. Вăл (она) ун çине пăхса ăна куçĕсемпе савса çеç ларнă. Учите детей. Ача мĕн те пулсан аван тусан, саврăн — çитрĕ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне амăшĕ савать (йоратать). Юрк. † Сӳлĕ тусем çине улăхнă чух ука хӳрелĕ хĕрсем тĕл пулчĕç, аллисемпе йĕтĕн сараççĕ, куçĕсемпе пире саваççĕ. Альш. Çурăмĕнчен лăп-лăп савать (ласкает). Собр. † Мирун кинин ачине çын савайми тиеççĕ, эпир тытса саврăмăр. || Гладить ласково (напр., по головке, по спине). Изамб. Т. Каçантан саваççĕ (гладить по спине). Ib. Ача йытта каçанĕнчен саврĕ. N. † Пуç тăрринчен тăрлаççĕ, çурăмсенчен саваççĕ, аяксенчен тапаççĕ, ларми тăми тăваççĕ. Турх. † Икĕ çунатна ман умма хутласассăн, эпĕ сан тĕкне аллăмпа савăттăм. || Уважать. Якейк. Çак кил хуçи пит савмалла çын. Этого хозяина можно уважать.

салам

поклон, привет. СПВВ. N. Мĕн пур çыруран салам янине анчах пĕлсе юлатăн. N. Пĕтĕм çемйепе юратса салам яратăп. N. Сан енелле пуçа тайса, уйăх пек çавра, çăлтăр пек çăра, хĕвел пек ăшă, пыл пек юратса салам яратăп. Сунт. Сире пурсăра та çĕклейми пысăк салам яратăп. Шемшер. † Ярмăрккă омĕн ялавĕ ир те салам, каç та салам, ялан савнин саламсем, çорт çомипе йĕр каять. N. Хĕвел пек ăшă, уйăх пек çутă салам. N. Ануш та уксак кĕсре туртайми, уй-хапхинчен кĕрейми пысăк салам ярать. ТХКА 92. Хĕр ашшĕпе амăшне туй пуçĕ Прамун картусне илсе салам кустарса тайăлчĕ, Картусне сулахай хул-хушшине хупрĕ. N. † Пирĕн тăвансем çичĕ уй урлă салам ярсан — салам çитмеç, салам ярма — шур çип кĕпи, хирĕç ярма — пурçăн тутăр. Ал. цв. 20. Çтанасем çинче унăн вутпа çырнă сăмахĕсене, саламĕсене вулать. КС. Пур кил-йышпа сана пысăк салам, атте те пысăк салам яратĕ. N. Ылтăм салам порçăн хотаçпа яратăп. Н. Карм. Эпĕ сирĕн пата савса çак салама яратăп. (Начало письма). Ib. Ун урлă сире пит пысăк салам яратăп. Сиртен те салам кĕтетĕп. Юрк. Сире иксĕре те салам. N. Чунтан-вартан юратса салам яратăп. СТИК. Салам, салам, эрне каçчен качча кай. (Обычная фраза, употребляемая маленькими. Девочка лет 12-ти бьет подругу по спине и говорит эти слова). N. Çав хĕрсенĕн саламĕ-тĕшши (вм. таврашĕ) пылпала хутăштарнă кантăр-вăрри. Альш. † Шур перчекке хĕрсенĕн саламĕ: начар ача çăкăрăн харамĕ. См. Магн. М. 179. || Возврат лихорадки. В. Олг.

самавар

самовар, самовар. Н. Уз. С. Алг. Ултă ураллă сĕтел çинче ултă ураллă самовар пур. Вуникĕ пуçлă çĕлен пек чашкăрса вĕресе ларат. Н. Карм. † Сар самавар чейĕ вĕресе пиçсен, ĕçсе тăранса пулмаç пылпалан (пьешь, не напьешься).

сыхла

беречь, хранить, охранять, стеречь, караулить, смотреть. N. Вăрман сыхлама илтĕм. Сюгал-Яуши. Вута сӳнтерсен, пĕр эрне сыхларĕç: татах вут ан тухтăр, тесе. Юрк. † Пысăк пуçлă тăмана арпалахра чĕпĕ сыхлат. Кăвак сухаллă сăтарик карта хыçĕнче карчăк сыхлат. Сенчук. Кив кирĕк çĕннине сыхлать, тет. (Послов.). N. Эй пурне те пĕтерекен, пурне те улталакан, пур ирсĕре, пур усала сыхлакан.

синкерлĕ

(-гэ-), приносящий зло. Зап. ВНО. Синкерлĕ, бедовое. НИП. Уйăх хушши тунă чухне çуралнă çын синкерлĕ пулат; вăл ылханни çынна çитет, теççĕ. || Опасный, опасно. СПВВ. ЕС. Çĕлен-калта сăхсан синкерлĕ, усал, час тӳрленмест, теççĕ. Шарбаш. Чув. Сорма? Хачă-çĕçĕ синкерлĕ (опасно). Сам. 59. Çак синкерлĕ çул асаплăн чуна пăвса тăнă чух... N. Сивĕ-çăла пăрăнчен, синкерлĕ çумăрĕнчен асăнса кĕлтăвакан кĕлĕ. См. халăхăн вăкăр чӳкĕ. || Стюх. † Симĕс çĕлĕк синкерлĕ, кăвак çĕлĕк кăвакаллă.

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

сĕлешен-кайăк

назв. птицы. Пазух. Çавă çавра кĕмĕл чашăк çине хĕрĕх те пĕр аршăн, ай, юр çурĕ, хура сĕлешен-кайăк йĕр турĕ. Хура сĕлешен-кайăк, ай, мĕн çиет? Шурă тулă çиет — шыв сыпать. Срв. сĕлемен-кайăк.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

сĕтĕр

(сэ̆дэ̆р, сӧ̆дӧ̆р), волочить, тащить. Ст. Чек. Урине аран сĕтĕрсе пырат. Янтик. Маткине çӳçĕнчен тытса, урлă-пирлĕ пĕтĕм пӳртре сĕтĕрсе çӳрет упăшки. ГТТ. Сӳçрен сĕтĕрсе çӳрет. Орау. Урине сĕтĕрсе утать. Ходит и шаршит ногами. Ib. Урине сĕтĕрсе çӳрет. Волочит ногу, когда ходит. Юрк. Сухи-пуçне аран-аран сĕтĕрнĕ, час-часах чарăннă... Ку лаши те ĕлĕкхи пекех начаррине курсан: эх! тет хăй хуйхăрса. К.-Кушки. Иван арăмĕ улăмне хăй йăтайми çыхнă та, çул тăрăх сĕтĕрсе килет (везет вязанку соломы волоком). Никит. Хĕрсем пĕрмаях мана çав ваккала (в прорубь) сĕтĕреççĕ, вакка тĕксе ярасшăн пек. N. Вĕреннĕ çĕр тăрăх мĕшĕн сĕтĕрсе пыран? N. † Астăвăр-ха хăлата, чăх-чĕппине сĕтĕрет. КС. Сĕтĕрекен лашан пуçĕ хытă. N. Хытă пуçлă, чариман лашасене сĕтĕрекен лаша теççĕ. Сĕтĕрекен лашапа çӳреме пĕлес полат, пустуй чох çапма йорамаçт. Т. II. Загадки. Вăкăр виттĕр сысна сӳс сĕтĕрет. (Атă çĕлени). N. Сире пуянсемех хĕсĕрлемеççĕ-и вара? Сута та сире çавсемех сĕтĕре-сĕтĕре каймаççĕ-и? Ск. и пред. чув. 103. Вара хайхи пурăнать, пурăнăç чулне сĕтĕрет. || Таскать, надевать. Сред. Юм. Ман кĕрĕке тек сĕтĕрсе çӳремелле мар ôна (не надевай мою шубу). Ст. Чек. Тухалатне (= туй халатне?) ялан сĕтĕрсе çӳрет ĕнтĕ (постоянно надевает поддевку). || Вытаскивать. В. Ив. Сӳре çиелтен хытнă çĕре çемçетет, муклашкасене ватать, курăксене тымарĕ-мĕнĕпе сĕтĕрсе тухать. N. Ак кăсен такисем лачакана пута-пута лараççĕ, тет. Кăсем наçил (насилу) сĕтĕре-сĕтĕре кăлараççĕ, тет. Альш. Каять вара шултăра шур-ути ӳссе: урана сĕтĕрсе кăлармалла мар (в болоте). || Поднимать (вверх). N. Хай старикки тытăннă карчăкне мачча çине çӳлелле вĕренпе сĕтĕрме. (Из сказки). || В перен. см. НИП. Халĕ питĕ сĕтĕрсе илеççĕ сăмахсене (пишут очень длинно). Çĕнтерче 15. Пуçларĕ ĕнтĕ кирлĕ маррине сĕтĕрме.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çавăра

(с'авы̆ра), çавра (с'авра), круглый. Панклеи. Вăр çавăра куçлă хĕр, девица с круглыми-прекруглыми глазами. N. † Çӳл ту çинче виç хурăн, çулçи çавра, хăй сайра. Юрк. † Санăн çавра куçă кам çинче? Манăн çавра куçăм сан çинче. АПП. † Пăха (вар. пăхма) пĕлмен çавра куç, икĕ куçĕ хĕп-хĕрлĕ. Рак. † Ĕнтĕ уйăх çавра, уйăх çавра, ман пуçăмри хура çĕлĕк пек. || Круг (напр., в хороводах). Альш. Пĕр тĕми çинчисем тепĕр тĕми çине вăйă курма пек мĕн пек пулса каяççĕ пĕрле пĕр çавра (один общий круг) туса калама. Ib. Тăнă çавра çавăрăнса. Варринче, сак çинче сĕтел умнерех купăсçă ларать. || Кружным, окольным путем, не напрямки. КС. Çавра = тавра. Ib. Çавра каян çу хыпать. || Куплет песни. Пазух. Пĕр-ик çавра юрă, ай, юрласшăн, хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. Байгул. † Пĕр икĕ çавра юр юрласшăн, тăвансене кăмăлсăр хăварас мар. Альш. † Виçĕ çавра юрă юрласшăн, хăвараймăп тăванăн кăмăлне. Трхбл. † Пĕр-ик çавра юрă та, ай, юрласшăн, хăварас мар хуçанăн кăмăлне. [Çавра юрă — куплет или несколько куплетов в песне, — связанных по смыслу]. Ст. Дув. † Хамăр тăвансен килне килсессĕн, виç çавра юрă юрлассăм килет-çке. Ст. Шаймурз. Акă йысна патне килсессĕн, виç çавра юрра хĕрхенес мар. Шибач. Ик-виç çавра юрă юрлам-ха кайиччен. Сред. Юм. † Çавра йорй йорлар-и (пропоем один куплет), тăшмансĕне хорлар-и? || Раз. Т. VI, 63. Тата виç çавра юрлăр-ха (спойте три раза; так обьяснил КС.). Юрк. † Пĕр çавра юрласшăн, хăварас мар хăтам кăмăлне. Сĕт-к. Пĕр çавра йорласа илтĕмĕр. Г. А. Отрыв. Вилес умĕн вара çав чĕлхеç (старуха Чĕкеçук) виç çавра: „Ярантайăн ят юлтăр, Чĕкеçук карчăк тĕп пултăр“, тесе юрланă та, вилсе кайнă, тет.

çавра карталан

стать в круг. Альш. Çавра карталанса калаççĕ кĕввине (в хороводе).

Çавра кӳл

Çавра кӳлĕ, назв. озера. Шибылги. Çавра кӳл.

çавра-çил

вихрь. Полтава. Çавра-çил пек варкакан ăшчиккине вăл шанса Кочубее кăтартнă. Хурамал. Çавра-çил мăкăрлантарса вĕçет (крутя пыль). Чураль-к. † Пирĕн тăвансем çавра-çил: курас-пуплес тенĕ чух çавăрăнчĕç-кайрĕç тепĕр майлă. N. Çавра-çил çавăрса илсе улăхса кайнă. Шибач. Çавра-çил тĕлне полсассăн, çын хирĕç вăрăнса вилет. См. хирĕç вăрăнни. Сред. Юм. Çавра-çилпе шуйттансĕм вăйăç каласа ташласа пыраççĕ, тет. Шурăм-п. Çавра-çилсем çавăрăнса çӳреççĕ (в засуху). Т. VI, I. Çавра-çил амăшĕ, çавра-çил хаярĕ... Çавра-çил килли амăшĕ, — килли; çавра-çилпе çӳрекен çунатлă ырă...

çавра çул

окольная дорога. N. † Çӳреме (вар. çӳре) пĕлмен çавра çуль (вар. çул), икĕ лаши йĕп-йĕпе. N. Çавра çулпа (или: çавраран, или: çавра), кружным путем (противоп. пӳкле, пӳклерен, тӳрĕ).

çавра чĕлĕ

ломоть отрезанный во весь каравай. Тоскаево. Ытла сăмах калаçаччен, пĕр çавра чĕлĕ ытлашкине çи, теççĕ. (Послов.). См. ташлама.

çавра хăйра

круглое точило, вращающееся на горизонтальной оси. Макс. Чăв. К. I, 56. Çавра хăйра аврине çавăрма та çыннăр çук. Кив-Ял. † Çавра хăйра çавăрма, çавăрма та çын çук-тăр. (Вăй юрри).

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çаврăнăш

поворот. Хĕн-хур. Пăртак утсан, çул çаврăнăшĕ тĕлĕнче Ануш темиçе пӳрт курах кайнă. МПП. Çеçенхир варринче çавра кӳлĕ, хăйĕн çавăрнăшĕ хĕвеле май. || Оборот, принятый речью. N. Сăмах çавăрнăшпе.

çавăрса ил

окружить, захватить. N. † Анкартине çывăхарнă хĕрсене çавăрса илсе пулмарĕ. Баран. 54. Хыçалтан хир енчен икĕ тĕлтен поляксем çавăрса илнĕ (крепость). N. Ку вилнĕ çын каптăрт! кайса ӳкет, тет. Хай старик патшана çавăрса илет те, калат: мĕнле, патша, эсĕ капла салтак çапса вĕлеретĕн? тет. N. Ибрахим, майпа анса, лашана мăйран çавăрса илчĕ, тет. N. Хулана çавăрса ил. ЧII. Хапхăр умĕнче хурăнлăх, çавăрса илĕрсем кашăклăх. Альш. Ку ухмах пĕр суйламасăр-тумасăр пĕр пĕчĕккĕ шапине çавăрса илет те, çарăк çине лартса каят. N. Карл I малтанах халăха юри кăна ирĕк ыйтнă ирĕксене панă та, хăй халăх хушшинчи матур çынсене çавăрса илсе пĕтерме пуçланă. Кратк. расск. 28. Сасартăк вăйлă çавра-çил тухрĕ те, çурта çавăрса илсе çĕмĕрчĕ-пăрахрĕ. Кан. Ют качакана хӳререн çавăрса илнĕ. Ib. Елен инке çĕрне те çавăрса илесшĕнччĕ кăсем. Çутт. 154. Хăш чух çунакан туратсем хуçăлса анаççĕ, вут çулăмĕ вĕсене çавăрса илет те, тăçта çитех çӳлелле уткăнса каять. N. Ăна пур çĕртен те инкек-синкер çавăрса илĕ. Орау. Вăл кунти халăха хăй аллине çавăрса илесшĕн тăрăшнă. М.-Яуши. Çурлипе тырă çавăрса илсен (когда захватим хлеб серпом), перекетне пар. (Моленье). || Охватить глубоко, осмыслить, понять. N. Вăл хăçан-та-пулин пуç тавра виçсе çавăрса илсе шухăшланă-ши (подумал-ли хоть когда-нибудь более или менее основательно?). Баран. 59. Япалана вăл (он) час ăнласа, çавăрса илнĕ (соображал, понимал). || Схватить за (что). Ст. Чек. Çухинчен çавăрса илнĕ (или: тытнă), схватил за шиворот. Баран. 58. Карап хӳрине хăй çавăрса илнĕ. || Отрезать путь. Сред. Юм. Кĕтӳ тыр çине кайнă та, кĕтӳçсем арран çавăрса илчĕç (отрезали путь). || Собирать в одно место. Ст. Чек. Кĕтĕве çавăрса ил, собери стадо в одно место. Сред. Юм. Выльăхсем пĕтĕмпе тыр çине кĕрсе кайнă та, кĕтӳç арран çавăрса илчĕ. || Переносно — охватить, овладеть (напр., искусством пения). Турх. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăттăм, ăшăмра мĕн пуррине калăттăм.

çаври

то же, что çавра (с афф. З-го л.).

çара

то же, что çавра.

çара çил

вихрь. Хорачка. См. çавра-çил. Б. Олг. Ой, çара-çилĕ тохрĕ, теччĕ, çанталăк ояра каят полĕ, теччĕ.

çара хыра

(хы̆р'а), круглое точило. В. Олг. См. çавра хăйра.

çара-пуçлă

с непокрытой головой. Орл. II, 206°. Вăрманта çара-пуçлă пиччĕ кăçкăрать. (Вăрманта пуртă сасси).

çатма

сковорода. СПВВ. ИФ. Çатма е тупа — капăртма пĕçерекенни. Сред. Юм. Паянхи çôл çатма пик (говорят про гладкую дорогу). С. Айб. † Хĕр ĕмĕри иртет-çке, йывăç çинчи улма пек; арăм ĕмĕри çитет, çатма çинчи пăрçа пек. N. Çатма шăрши кăлараççĕ. || Плошка. КС. Тăрхала çатма, глиняная плошка, продолговатая, для жареного; çавра çатма, круглая глиняная плошка. Орау. Тăн çатмапа çăмарта хăпартрăмăр паян.

çыпçусăр

(-зы̆р), неприличный, непристойный, неприятный, неосновательный, нескладный. Сред. Юм. Çыпçусăр тесе çынпа сăмахласа килĕштереймен çынна калаççĕ. Ib. Çып çусăр çын тесе çынпа йăмахласа çын кăмăлне çавра пĕлмен çынна калаççĕ. СПВВ. МА. Çыпçусăр! Эсĕ ĕмĕрне те çын çумне çыпçаймăн. Килĕштерсе пурăнаймăн.

çырлалăх

место, богатое ягодами. ЧП. † Çырлалăха ятăм сарă хĕр, юрла-юрла çырла татмашкăн. Янтик. † Çаранăн пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен. Баран. 126. Кĕркунне упана çырлалăхра сыхласа тытаççĕ. Хурамал. † Çавра кӳлĕ тавра çырлалăх.

çормала пуçлă çăпата

назв. лаптей, имеющих маленький носок. Якейк. Йăс пăралок кĕлетки, çормала пуçлă çăпати (= пĕчĕк пуçлă çăпата), покра нимĕр копарчи! Ib. Çормала пуçлă çапата = пĕчĕк пуçлă çăпата; онашкал çăпата тунă чох, пошăта çинçетсе, икĕ çĕртен чĕрсе çăпата пуçне хораççĕ. Шумш. Пичу, пичу, çормала пуçлă çăпата ту.

çуран

пеший. N. Çапла мана вăрăсам çуран тăратса хăварчĕç (лишили лошади). Чертаг. Çоран тăрса йôлтăм. Ерк. 163. Вуник пуçлă çĕлен пек; çуранни те çĕмĕрлен ярать, тăшманшăн инкек. Изамб. Т. Халь те сассăна парса ĕлкĕртĕн, унсăрăн çуран тăрса юлнă пулăттăн, терĕ (а то бы мы у тебя лошадь не отняли). || Пешком. N. Çуран утатăп. Иду пешком.

çурăм

неизв. сл.. Встреч. в сложении: çурăм-пуçлă çăпата.

çурăм-пуçлă çăпата

назв. каких-то лаптей. Чантăр. † Çурăм-пуçлă çăпатине сырса тухас терĕм те, хуçăлассăн туйĕнчĕ. Срв. çурнă çăпата.

çурнă çăпата

особые женские лапти. Хорачка. КС. Çурнă çăпата, с особым украшением из мелкого лыка на носках. Срв. çурăм-пуçлă çăпата.

Çут-уй

назв. поля. || Прозвище мужчины. Рак. Çут-уй тесе Раккассинче пĕр çутă пуçлă çынна пуçĕнче çӳç çукран калаççĕ.

çут-пуçлă

лысый. Бгтр. Хăваттер хуçи çут-пуçлă пулнă, тет. N. Кĕрекере çут-пуçлă хăти ларать.

çутă пуç

лысый. Альш. Рак. Тунката çинче çутă пуç. (Краççин). ТХКА 60. Çутă пуçлă, кăвак куçлă, мăн сăмсаллă, вăрăм сухаллă маçак (асатте) пулнă ман.

çуха

çоха (с’уhа, с’оhа), ворот. Юрк. Кĕпе çухи. Б. Олг. Тăлăп çохи, чаппан çохи. См. çохапи, çухави. КС. Тăратмалла çуха, отложной воротник. Чăв. й. пур. 27°. Мĕшĕн тартăн? тесе, Яккăва çухаран ярса тытнă. N. † Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем — тăхăнаймăп. Собр. † Улача кĕпе, çавра çуха, кам каснă-ши сирĕн çухăра. Чăв. к. Ука кирлĕ çуха çавăрма, хайла кирлĕ юрă юрлама. || Шейная повязка. Бижб. Бгтр. † Манпа варлă хĕрсем çук, çуха çыхас хуйхи çук. Ib. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн çуха çук. Лашм. Ачисем пĕр хăмачă кĕпелĕ, çухи мăйĕ кĕмĕл тӳмелĕ. || Ожерелье из монет (украшение). Шибач. Çоха. Чертаг. Çуха, род ожерелья из пятиалтынных и двугривенных, нашитых в два ряда на коже (сăран). Якейк. Çохая мыя çакаççĕ. Çинче сăран çине тенкĕсем (вĕтĕ тенкĕсем: вăтăр пилĕклĕх, ал’иккĕллĕх, çитмĕллĕх) çакаççĕ; сăран çӳл еккине (тенкĕсенчен çӳлелле) вĕт шăрçасам ĕçлесе яраççĕ. Б. Нигыши. Хай хĕр хăй çумăнчен виççĕ тенкĕ татнă та, шăшия çуха туса панă. ЧП. Сирĕн çухăрсем пит илемлĕ, çухăр хуралçисем мунчала. Ib. Чăн мерчентен çуха юсакан.

çӳлĕ

(с’ӳл’э̆), высокий; высоко. А. Турх. Бел. Гора. † Çӳлĕ тăва хăпарма çӳлĕ пуçлă ут кирлĕ. Альш. Кунта пирти пек хурăн лартман (на большой дороге), канавĕсем те çӳлĕ мар. N. Ку вăрман ун чухне çӳлĕччĕ те, кунта тĕрлĕ курăксем, чечексем ӳсетчĕç. Якейк. Ку йăвăç пак çӳлĕ йăвăç нихçан та корман. N. Эпĕ санран виçĕ вершук çӳлĕ (рех). || Высота. ЧП. Черккӳ тулли хăмлупа чӳрече çӳлли сиктерен. Альш. Этем çӳлли (в рост человека, трава), этем курăнмас. Шурăм-п. Темĕн çӳлли тусан (пыль) мăкăрланать (в засуху). НТЧ. Пĕр çын çӳлли (рост) çамрăк туйрана тăрăнчен сӳс кантрапа авса (явса) тĕпĕнчен çыхса хăварнă, тет. N. Тем çулли (страшной высоты) сăртсем. Ал. цв. 16. Сиксе тухакан шывсем çӳлĕрех кайнă.

çӳçе пуçлă сăпата

назв. женских лаптей, имеющих на носке украшение в виде бахромы. Изванк. Унтан вара упăшки арăмне çӳçе пуçлă çăпата тăхăнтартат. („çĕн-çын яшки“). Имень-к. † Çӳçе пуçлă çăпатине ма сыртăм-ши, киветрĕм-ши? Норус. † Çӳçе пуçлă çăпати, пусас çĕре пусаймар; ай, акай, Тӳми пур, каяс çĕре кайимар.

çăва шăтăкĕ

могила (кладбище называется масар, а не çăва). ППТ. Чир-чăр вĕçтĕр! тунтирсене кураксем пек вĕçтеретпĕр, чир-чăр унтан та хытă çӳлелле çавра çил пек çаврăнса улăхса кайтăр та, çăван шăтăкнех çаврăнса кайтăр (бросают вверх). Пшкрт. Çăва шăтăкня кайман! Орау. Таçта çăва шăтăкнелле утрĕ ĕнтĕ (куда к чорту пошел), чĕмере, çăва панче çулса хуни пур, тит, курнать (ругает корову пастух).

çăп-çавра

прекруглый, совсем круглый. Чиганары. Тăманин коçĕ кошак коç пек çăп-çавра, орисем арлан ори пекех.

çăп-çаврака

то же, что çăп-çавра. N. Эпĕ калатăп: пирĕн çĕр çаврака, арпус пек çăп-çаврака.

çăпата

(сы̆бада, Пшкрт: сы̆βада), лапоть. КС. Порядок плетения лаптей. Çăпатана — 1) хуçаççĕ: самсине хуçаççĕ (устраивают), кĕллине хуçаççĕ; 2) тавăраççĕ; З) пуçланă пушăчсем пĕтсессĕн, вара çĕнĕрен пушăтсампа саплаççĕ. Çĕтĕк çăпатана та саплаççĕ. В. Олг. Çăпата хуçас, саплас, кĕллине таврас, тирес. Пшкрт. Çăпата сапла. Охотников. Лапти (çăпата) в девять лык много сложнее, чем обыкновенные, в семь лык. Это верх искусства своего рода, и редкие умеют их плести. Они изящнее обыкновенных, поэтому их носят большею частью парни-щеголи да девушки, и то только по праздникам. Чăвашсем 5. Ватăличчен, йӳтиччен пурăнмалла ту, çăпатине кутăн сыракан пуличчен усра. (Молитва о новорожденном). Якейк. † Пĕчĕк пуçлă çăпати, посас çĕре посимар. Шурăм-п. Хусах ача хăтана пырсассăн: вăл çăпата пĕлет-и? тесе ыйтнипе пĕрле: вăл шут (счет) пĕлет-и? теççĕ. Пазух. Çиччĕпеле хуçнă сар çăпата тăххăрпала тунинчен ирттерет. Кадыш. Эпĕ çăпата тăвакан çын анчах, çук çын, уйăрăлнă çын. Юрк. Тепĕр енчен, вĕреннийĕн усси те пулман, ахаль çăпата çĕтсе çӳренни (= çӳрени) анчах пулнă (только попусту драл, изнашивал лапти). ЧП. Вуниккĕн çăпата эп сыртăм. ТХКА 26. Ку çăпатана сĕтĕрсе çӳреме ура вăй çитмест ман. Ку çăпата ытла тарăн, кантрисем кĕске, тесе, виçĕ кун ман карчак ятлаçса çӳрерĕ манпа. Ib. Вăл çăпата тарăн, пысăкрах, кантри кĕскерех пулнăччĕ. Ib. 18. Сĕтел çине çăпата хунă, тавăрнă çăпата; пысăк çăпата; калăпне кăларман; пушăт вĕçĕсем тăраткаласах тăраççĕ, шĕшлĕ, кукăр авăрлă шĕшлĕ, çăлата кĕллине тирĕнсе тăрать. Çăпатине хуçса пĕтереймен: вăхăт пулман пуль çав. Орау. Ах, тур çырлах, хăнкăлисем çăпата пек (с лапоть). Ib. Ванюр Йăвань пĕвинче карассем çăпата пек (т. е. крупные). Ib. Паян эп пĕвере пĕр шапа куртăм — çăпата пек! Трхбл. Çăварĕ çăпата пек (большой). Ib. Çăпата çăвар, большеротый.

çĕлен

(с’ӧ̆лэн’, с’ӧ̆лэн, с’э̆лэн’, Пшкрт: с’э̆лӓн, в некот. гов. с’лэн’, т. е. в один слог, но с губным с’), змея. К.-Кушки. Çĕлене çĕлĕн çимес. (Послов.). N. Вара çĕлен хурчкана, çиленсе, хӳрипе çапса çунтарса янă, тит. Хурчăка вара тĕк-çӳçсĕрех таврăннă та, таврăнсан вара сĕт çине кĕрсе ларса, унăн тĕкĕ-çӳçĕ çитĕннĕ. Ск. и пред. чув. 21. Çиленсессĕн, çĕлен пек, куçĕпе çиçĕм çиçтерет. Туй. Унăн виçĕ витре кĕрекен сăмаварĕ пур, вуник пуçлă çĕлен пек чашкăрса ларать. Нюш-к. Çĕлене каснă çавапа ӳте кассан, çĕлен чĕлхеçне вĕртмесен, суран тӳрлене пĕлмест. N. Çĕлен йывăççа (йывăç тавра) явăннă (обвилась). N. Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр, теççĕ. (Послов.). Бур. Ăшша çĕлен те иленет. (Послов.). Кан. Уйра çӳренĕ чух, е вăрмана хăваласа кĕрсен, выльăхсене çĕлен сăхать. Орау. Паян ĕнене кĕтӳре çĕлен ĕмнĕ. N. Çавăншăн вĕсем çине çĕлен янă (напустил змей). Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Ст. Чек. Тĕлĕкре сивĕ шыв ĕçнĕ пек этем ăшне çĕлен кĕрет. Ib. Çамрăк хура лашана (кастарнă выльăх) чуптарса тарлатса килсен, унăн шăкне çавăн чухне шăнине ĕçсен, çĕлене чыстă вакласа кăларат, тет. КС. Çĕлен пек = вăрăм, яка (лаша). Сред. Юм. Çĕлен пик тесе пит самăр, яка лашана калаççĕ. СТИК. Мăнтăр тьыхасене: çĕлен пек, теççĕ. (Так же называют злого человека: вăт пулат та иккен çĕлен). Ib. Пирĕн пĕр питĕ хаяр çын пур. Çавă, ваттисем каланипе, çĕлен чĕлхине çăтнă, тет. N. Качакан(а) çĕлен ĕмнĕ (мало молока). Юрк. † Çĕрте çĕлен шăват-çке, кăлкан тĕпĕ çунат-çке. Ib. † Эпир савнисене ют савсан, çĕлен пулса вырттăр çумĕсенче. Ib. † Ан кулян, тăван, хĕлĕхшĕн (что оборвалась струна), санăн купăс хĕлĕхĕ ылттăн мар. Ай-хаях, ылттăн мар, кĕмĕл мар, вăта таран татнă çĕлен мар. N. † Хирте çĕлен шăхăрать, пĕтĕм хире ян ярать. || Змея, охраняющая скот (старое поверье). Шорк. Выльăх картинче пĕр çĕлен пулать, тет; çав çĕлен картари выльăхсене сыхласа пурăнать, тет. || Пиявка. Торп-к. Çĕлен, пиявка. М. б. описка, вм. сĕлек, сĕлĕк?

хурăн пуçлă çĕлен

уж. Хурамал. Чăпар çĕлен, хура çĕлен, хурăн пуçлă çĕлен, йĕс çĕлен. К.-Кушки. Хурăн пуçла çĕлен (уж) çынна тимес, теççĕ.

çĕлен-калта

пресмыкающиеся. N. Тискер кайăк шăл-çăварĕ, çĕлен-калта сăнни. N. Пирĕн вăрманта çĕлен-калта нумай. ЧС. Ваттисем хăна тимен çĕлен-калтана, тискер кайăка тиме хушман. (Послов.).

çĕлĕк

(с’э̆л’э̆к, с’э̆л’э̆к’), шапка. В др. гов. ĕçлĕк, калпак. П. Пинер. † Пĕлтсем юхат, пĕлĕтсем юхат, пирĕн пуçри çавра çĕлĕк пек. С. Айб. Старик мана: кайса ил çĕлĕке, тет. Эпĕ: çĕлĕкӳ пулсан, кайса ил, тетĕп. Собр. Ваттисен сăмахне çĕлĕке пуç айне хурса итлеме каланă, теççĕ. (Послов.). Юрк. Пуçне ĕлĕк чухне тил çĕлĕк тăхăнтарнă, халĕ ĕнтĕ тил çĕлĕк вырăнне тӳнтерле çĕлĕк тăхăнтараççĕ. Ib. Тимĕрçен чăвашĕ чиркӳре, кĕлĕ вăхăтĕнче, çĕлĕкпе тăра парат. Тепри, унпа юнашар тăраканни, ку çапла чиркӳре çĕлĕкпе тăнине курсан: Василий Иванович, эсĕ мĕншĕн чиркӳре çĕлĕк тăханса тăратăн? тесе ыйтат. ЧС. Ăста кирлĕ унта çĕлĕк пек (с шапку) вутла хĕмсем пыра-пыра ӳкеççĕ (во время пожара). N. Пуç çурăлсан — çĕлĕкре, ал хуçăлсан — алсара. (Послов.) Ст. Чек. Вăл пĕр çĕлĕк пек кăна исе килчĕ. N. Как только чӳкне кĕл тăваканни: çырлах, тесе, çĕлĕкне хурса пуççапсан, пĕтĕм çын ӳксе пуççапать. Букв. Пĕр çĕлĕкĕн хĕрĕх саплăк. (Мунча чулĕ). Чертаг. Çĕлĕк, островерхая старинная шапка, уже вышедшая из моды (нынешние шапки зовутся калпак). || Венчальный венец. Максимк. || Хохол. Изамб. Т. || Шишак. Шел. 24. Пуçри чухăн (чугунную) çĕлĕкне васканипе Пӳлере хире, манса хăварчĕ.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕр-шыв

страна, местность. N. Вăл енчи çĕр-шыва пĕлетĕн-и? Юрк. Икĕ лаша тап юртат, каяссине каятпăр та, пуснă çĕр-шыв шел юлат. ЧП. Килмĕттĕм ку çĕр-шыва. N. Кам çĕре-шыва, çут-çанталăка тытса тăрать. N. † Утă çулнă кӳлĕсем, тырă вырнă анисем, эп йĕмен каç йĕрĕ (чит. эп йĕмесен, кам йĕрĕ), юлат ку çĕр-шывĕсем. (Хĕр йĕри). ЧС. Пирĕн ялсем çĕр-шыв типмесĕр (пока не обсохнет земля) кĕтӳ кăлармаççĕ. О сохр. здор. Эсир куна ăнланас та çук, çавăнпа эпĕ кунта ун çинчен каламăп та. Эпĕ сире хамăрăн çĕр-шыв кăтартса тăракан пурăнăç çинчен каласа парам. N. Вăл çĕр-шыва имлĕх-сиплĕх панă, ăнлă-пуçлă имлĕхĕнчен усă курса пурăнать. Сред. Юм. Ôнта çĕр-шыв пит аслă. Там в отношении земли привольно. ГТТ. Чăваш кирек мĕскерте те тĕнчене çĕр тĕлĕшĕпе пăхать: манăн çуралнă çĕр-шыва, вĕреннĕ-килĕшне çĕр-шыва хирĕç пымасть-и вăл (это), тет. Çĕр-шыв килĕшмен вырăн пулсан, унтан тухса та каять: килĕшмест! тет. В. С. Разум. КЧП. Çакăнти çĕр-шыв сана кăмăла килет-и, килмест-и? N. Халĕ эпĕ çухалнă выльăхла (как заблудившаяся скотина) ют çĕр-шывра çӳреп. Чураль-к. † Мамăк тӳшек сармашкăн, пĕчĕк пăлтăр кирлĕччĕ; пĕчĕк пăлтăр лартмашкăн, пĕчĕк çĕр-шыв кирлĕччĕ. N. Çĕр-шывран хăпса (вдали) пурăнатăн та, мĕн туса пынине кураймастăн, ĕлĕк курнисеие манатăн. N. † Эп йĕменне, кам йĕрĕ — юлат ӳснĕ çĕр-шывсем. N. Çĕрне-шывне кайнă (умер). Бел. Гора. † Хамăр çĕртен-шывран тухнă чухне, шăнкăртатса юхать сулхăн шыв. КАХ. (Вăлсем) çĕрсĕр-шывсăр, çуртсăр-йĕрсĕр çын мар, харпăр-хăйĕнне (т. е. каждый свои обязанности по отношению к киремети) кирек те епле туса пыччăр (пусть исполняют). Из моленья киреметьи „пит-тури“ во время „тайăн сăра“). || Назв. божества. (упоминается в молитве чӳклеме кĕлли).

çĕхре

(с’э̆э), свалявшийся. Орау. Çĕхре пуçлă, со свалявшимися волосами. || Прозвище. Кан. Çĕхре Унтри.

таламан

мохнатый, косматый. Ст. Чек. Таламан пуç, çуçĕ ӳссе кайнă, тураман та. Ib. Мĕн, таламан чăхă пек, çӳçне кастармасăр çӳрен. Ib. Таламан чăхă, тесе, таламан пуçлă çынна калаççĕ. Ib. Таламан чăхă, мохноногая (и перья в обилии). Хăлхалă автан таламан уралă. Ib. Таламан (о человеке), косматый.

танлă-пиçен

назв. раст. Н. Карм., Ст. Чек., С. Тим., Тюрл. Т. VI. 24. Хĕрлĕ тавара, хут çинчи кĕлеткене, танлă-пиçене хăçан куç ӳкет, çавăн чухне тин (Çӳппия) куç ӳктĕр. (Заклинание). Кашк. Танлă-пиçен, раст. с очень жесткими комочками (у пиçен комочки мягче). Нюш-к. Танлă-пиçен, (очень колюч). Н. Седяк. Танлă-пиçен — кив ана çинче, ту хĕрĕнче ӳсет; йĕплĕ, хĕрлĕ, пысăк пуçлă пулать. Пазух. Çырма танлă-пиçенпе ĕмĕр симĕс ларсан та, выльăх пырса çиес çук. Рак., Кайсар. № 93. Танлă-пиçен. Хура ĕне кутĕнчи хурта тăк! Хура ĕне кутĕнчи хурта тăк! тесе, çак пиçене патакпа хĕртсен, ĕне кутĕнчи хуртсем тăкăнатьчĕç, тет (ĕни мĕн тĕслĕ, тĕсне каламалла). См. таллă-пиçен, тал-пиçен.

темĕн

(тэмэ̆н’, т’эмэ̆н’), неизвестно что, что-то. N. Вăл ăна мĕн каланă? — Темĕн каланă (или: темĕн каланă, пĕлместĕп). Альш. Анчах унăн сăмси тăрринче темĕн шурри пур: кукша (çутă) пуçлă çын пек курăнать (у утки из породы „кукша-кăвакал“). || Невесть что, бог знает что... Юрк. Тĕтĕресси темĕн мар-тăр-çке (т. е. не представляет большой трудности). N. Сĕлĕ вăрлăхĕ çитерни пĕр сехет хушшинче темĕн курмалăх пур. || Употребл. для обобщения. Альш. Унтан лерелле вара Кӳренсем-темĕнсем каяççĕ (и не знаю, какие-то еще селения). Ib. Шапа кĕписем-темĕнсем (и еще какие-то травы), шăтат хăмăш [растет (вырастает) тростник]. || Не знаю(-ем). Сред. Юм. СТИК . Темĕн, кашкăр-ши вара! Не знаю, едва-ли это волк! (Так и в Сред. Юм.). Юрк. Темĕн, курмарăмăр, теççĕ ыттисем те. Не знаем, мы не видели, говорят и остальные. Ст. Чек. Темĕн, астумастăп (с оттенком сожаления, иногда преднамеренного, в том, что сказано другим человеком). || Выражает сомнение. N. Эпĕ сывă юласси темĕн? Не знаю (сомневаюсь), останусь ли я жив. N. Çăмюн вилес пек выртат; çак кунсене ирттерейи темĕн. Шихаз. Ентĕ кун пекех пулсан малалла каясси темĕн. Едва ли при такой обстановки пойдешь дальше. || Как будто. Пазух. Улма йывăç касрăм, темĕн Атăл тăрăшне тухас пек. Ух пек çинçе пӳме ӳстертĕм, темĕн атте-аннене юрас пек. || Пожалуй. М. Васильев. Çывăр, çывăр, тĕлĕк кор, атто тарĕ, темĕн, хор. Чăв.й. пур. 25. Эсĕ, темĕн, çунтарса ярăн, тесе, элек тупса сутниксене йыхăрса пынă та, Яккăва тилкепепе юпа çумне кăкарса пит хытă хĕненĕ. ЧС. Усал сăмахсем калаçса, вăрçса çӳресен, темĕн, начар пулĕ. || Как бы не... Толст. Анчах асту, ан шавла, ан ӳсĕр, темĕн хăратса ярăпăр тата (как бы не спугнуть), терĕ. || Как ни... N. Пристăв аллинче Окунĕв сăнне (фотогр. карточку) тытса тăрса, мĕн тухакан пĕри: Окунĕв мар-и, тесе тăрать. Анчах, темĕн аппалансан та, Окунĕва тытма пултараймаççĕ-халĕ. || В отрицат. предложениях — ничто. N. Ман шухăшпа пулсан, халăх ĕçе тĕрĕс тăвас тесен, çакăнтан ытла темĕн те тума кирлĕ мар. || В чувашизмах. N. Вăрлăхĕ вăл илсе акма темĕн хаклă япала мар (не бог весть какая дорогая вещь). N. Унтан вара вăл каланă: темĕн тесен те (как бы то ни было, а...), пирĕн çĕр çаврака. Букв. 1904. Ача ăсĕ çав: темĕн йĕмелли пур вара çав чĕпĕшĕн (не стоило бы и плакать из-за этого цыпленка)! N. Йĕрин! темĕн вилмĕ халĕ, йĕрĕ-йĕрĕ те, чарăнĕ. Пусть плачет! Не больно умрет (т. е. ведь не умрет же); поплачет, поплачет, да и перестанет. N. Темĕн кунĕпех ĕçлемĕн-халĕ. Ведь не будешь же целый день работать.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

гад

1. ҫӗлен-калта; 2. йӗрӗнчӗк, усал, ирсӗр ҫын.

дракон

дракон (1. вут ҫӗлен, аҫтаха, юмахсенчи вут сывласа пыракан ҫунатлӑ ҫӗлен; 2. кӑнтӑр енче пурӑнакан ҫунатлӑ калта).

медяница

ҫӗлен евӗрлӗ урасӑр калта.

вдумчивый

тĕплĕн шухăшлакан, тарăн шухăшлани, тăнлă, тăнлă-пуçлă.

саламандра

саламандра (кӑнтӑр енче пурӑнакан калта евӗрлӗ пысӑк чĕрчун).

пресмыкающиеся

шуса ҫӳрекеннисем (ҫĕлен, калта т. ыт. те).

толковый

1. тулăклă, ăнлантаруллă, тăнлă, ăслă, ăнлă-пуçлă, тăнлă-пуçлă; 2. уçăмлă, ăнланмалла (калав); 3. ăнлантарса ларакан; толковый словарь сăмахсене ăнлантарса паракан словарь.

тритон

тритон (1. авалхи грексек çурри пула, çурри çын евĕрлĕ тинĕс турри; 2. типĕ çĕрте те, шывра та пурăнакан калта евĕрлĕ хӳреллĕ чĕрчун, шыв калти).

тупоконечный

пуклак вĕçлĕ, пуклак пуçлă (кимĕ).

циркуль

м. циркуль, çавра çыра, уттармалли (платниксен).

хамелеон

хамелеон (1. хăй тĕсне таврари япала майлă час-часах улăштаракан калта евĕрлĕ чĕрчун; 2. перен. çынна юрасшăн хăйĕн шухăш-кăмăлне час-часах улăштаракан çын).

филин

ӳхĕ, кушак пуçлă тăмана.

уж

1. хурăн пуçлă çĕлен.

ящерица

калта.

большеголовый

пысăк пуçлă.

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

агама

агама — agama [кăнтăрта пурăнакан калта йышши чĕрчун]

варан

варан — varanus [пушхирте пурăнакан пысăк калта)

гавиал

гавиал — gavialis [Кăнтăр Азире пурăнакан тăрăхла вăрăм пуçлă крокодил]

геккон

геккон — gekkonus [кăнтăрта пурăнакан калта йышши чĕрчун]

гиена

гиена — hyaena [йытă евĕрлĕ пысăк пуçлă тискер чĕрчун]; йăрăмлă гиена полосатая гиена — hyaena hyaena; пăвăр гиена бурая гиена — hyaena brunnea; чăпар гиена пятнистая гиена — crocuta crocuta

игуана

игуана — iguana iguana [Америкăра пурăнакан калта йышши чĕрчун]

Инçет Хĕвелтухăç çавра чĕлхи

см. çавра чĕлхе

йăрă калта

см. калта

калта

ящерица — lacerta [шуса çӳрекенсен йăхĕнчи вăрăм çинçе хӳреллĕ чĕрчун]; йăрă калта прыткая ящерица — lacerta agilis; пĕчĕк калта ящурка — eremias; симĕс калта зелёная ящерица — lacerta viridis; çавра пуçлă калта круглоголовка — phrynocephalus; çĕленле калта желтопузик — ophisaurus apodus [урасăр калта]; улăх калти луговая ящерица — lacerta practicola; чĕррĕн çуратакан калта живородящая ящерица — lacerta vivipara

качурка

качурка — oceanodroma [тинĕсре пурăнакан пăрăх сăмсаллă кайăк]; кăвак качурка сизая качурка — oceanodroma furcata; пĕчĕк качурка малая качурка — oceanodroma monorchis; çурçĕр качурки северная качурка — oceanodroma leucorrhod; шур пуçлă качурка белоголовая качурка — pelagodroma marina; шур хырăмлй качурка белобрюхая качурка — fregetta tropica

кăйкăр

(лаччăн кайăк) сокол — falco [тĕксĕр ураллă çăткăн кайăк]; хĕрлĕ пуçлă кăйкăр рыжеголовый сокол (шахин) — falco pelegrioides [пушхирте пурăнакан хĕрлĕ пуçлă çăткăн кайăк]

кăсăя

синица — parus [çерçи йăхĕнчи симĕс-кăвак тĕслĕ вĕçен кайăк] вăрам хӳреллĕ кăсăя длиннохвостая синица — aegithalos caudatus; кăвак кăсăя синица-лазоревка — parus coeruleus; пĕчĕк кăсăя синица-московка — parus ater; пысăк кăсăя большая синица — parus major; xypa пуçлă кăсăя черноголовая гаичка — parus palustris; уссиллĕ кăсăя синица усатая — panurus biarmicus; пăвăр пуçлă кăсăя буроголовая гаичка (пухляк) — parus montanus; тĕпеклĕ кăсăя хохлатая синица (гренадёрка) — parus cristatus

кĕпшĕл

(сульха) сойка — carrulus glandarius [курак-çăхан йăхне кĕрекен тĕпек пуçлă çăткăн кайăк]

королёк

королёк — regulus [çерçи йăхĕнчи сарă-симĕс тĕслĕ пĕчĕк вĕçен кайăк]; cap пуçлă королёк желтоголовый королёк — regulus regulus

мандрил

мандрил — mandrillus sphinx [Африкăра пурăнакан пысăк пуçлă, вăрăм хӳреллĕ упăте]

миксина

миксина — myxini [çавра çăварлисен йăхĕнчи пулă евĕрлĕ тинĕс чĕрчунĕ]

минога

минога — petromyzonidae [çавра çăварлисен йăхĕнчи пулă евĕрлĕ шыв чĕрчунĕ]; тинĕс миноги морская минога — petromyzon marinus; юханшыв миноги речная минога — lampetra fluviatilis

пăрчăкан

трясогузка — motacilla [çерçи йышши вăрăм хӳреллĕ вĕçен кайăк]; сарă пăрчăкан жёлтая трясогузка (плиска) — motacilla fiava; cap пуçлă пăрчăкан желтоголовая трясогузка — motacilla citreda; cap çурăмлă пăрчăкан желтоспинная трясогузка — motacilla lutea; шурă пăрчăкан белая трясогузка — motacilla alba

пĕчĕк калта

см. калта

пулă

рыба — pisces [шывра пурăнакан çурăм шăммиллĕ чĕрчун]; вăкăр пуслă пулă бычок-крушак — neogobius melanostomus [тинĕсре пурăнакан вăкăр пуçлă пулă]; вĕçевçĕ пулă летучая рыба — cheilopogon pirinatibarbatus [тинĕсре вĕçсе ишекен пулă]; йĕп пулă игла-рыба — syngnathus typhle [йĕп евĕрлĕ тинĕс пулли]; йĕплĕ пулă колюшка — culaea inconstans [йĕплĕ тинĕс пулли]; йӳçек пулă горчак — rhodeus sericeus [карп йышши пулă]; йытăлла пулă рыба-собака — sphaeroides rubripes [тинĕсре пурăнакан йытă пуçлă пулă]; кăвак пулă синец — abramis ballerus [карп йăхĕнчи кăвак çурăмлă пулă]; пăчкă пулă пила-рыба — pristis pectinatus [пăчкă сăмсаллă скат]; симĕс пулă елец — leuciscus leuciscus [карп йышши пулă]; çĕлен пулă вьюн — misgurnus fossilis [пĕчĕк усиллĕ, çĕлен евĕрлĕ пулă]; çыпçăнчăк пулă уклейка — alburnus alburnus; уйăхла пулă луна-рыба — mola mola [тинĕсре пурăнакан уйăх евĕрлĕ пулă]; хăйăр пулли щиповка — cobitis taenia [çĕлен евĕрлĕ пĕчĕк пулă]; хĕç пулă меч-рыба — xiphias gladius [хĕç евĕрлĕ çӳхе çăткăн тинĕс пулли]; хулăн çамкаллă пулă толстолобик — hypophthalmichthys molitrix; чулай пулли подкаменщик — cottus gobio

пысăк çавра чĕлхе

см. çавра чĕлхе

саламандра

саламандра — salamandra [шывра та, çĕр çинче те пурăнаканнисен йăхĕнчи калта евĕрлĕ чĕрчун]; Кавказ саламандри кавказская саламандра — mertensiella caucasica; улăпла саламандра гигантская саламандра — andrias; тумхаллă саламандра пятнистая (огненная) саламандра — salamandra salamandra; хура саламандра чёрная саламандра — salamandra atra

cap хырăмлă çавра чĕлхеллĕ шапа

см. çавра чĕлхе

симĕс калта

см. калта

сцинк

сцинк — scincus seincus [пушхирте пурăнакан калта]

çавра пуçлă калта

см. калта

çавра чĕлхе

жерлянка — bombina [шапа йышши çĕрте те, шывра та пурăнакан чĕрчун]; Инçет Хĕвелтухăç çавра чĕлхи дальневосточная жерлянка — bombina orientalis; пысăк çавра чĕлхе большая жерлянка — bombina maxima; сарă хырăмлă çавра чĕлхе желтобрюхая жерлянка — bombina variegata; хĕрлĕ хырăмлă çавра чĕлхе краснобрюхая жерлянка — bombina bombina

çĕленле калта

см. калта

çирĕк тăрри

чечётка — acanthis flammea [çерçи йăхĕнчи хĕрлĕ пуçлă вĕçен кайăк]

çӳлевĕç

рысь — felis lynx [вăрманта пурăнакан тĕпек пуçлă тискер кушак]

тăхран

желна (чёрный дятел) — dryocopus martius [хĕрлĕ пуçлă пысăк хура улатакка]

текерлĕк

чибис (пигалица) — vanellus vanellus [тĕпек пуçлă шыв чăххи]

тинĕс арăсланĕ

морской лев — otaria byronia [арăслан пуçлă тюлень]

тинĕс кушакĕ

морской котик — callorhinus [кушак пуçлă тюлень]

тинĕс мулкачĕ

морской заяц — aplysia depilans [мулкач пуçлă тюлень]

туй çĕлен

веретеница — anguis fragilis [çĕлен евĕрлĕ, пăхăр тĕслĕ, урасăр калта]

тур качаки

козодой — caprimulgus [чĕкеç евĕрле пысăк пуçлă каçхи вĕçен кайăк]; Европа тур качаки козодой европейский — capfimulgus europaeus; пысăк тур качаки большой козодой — caprimulgus inducus

уйăп

(хĕрле кăкăр, макаш) снегирь — pyrrhula pyrrhula [çерçи йăхĕнчи хура пуçлă, хĕрлĕ кăкăрлă хитре вĕçен кайăк]

улатакка

дятел — picus [йывăç таккакан тĕрлĕ тĕслĕ вĕçен кайăк]; вăтам улатакка средний пёстрый дятел — dendrocopos medius; виç чĕрнеллĕ улатакка трёхпалый дятел — picoides tridactylus; кăвак пуçлă улатакка седоголовый дятел — picus canus; пĕчĕк улатакка малый пёстрый дятел — dendrocopos minor; пысăк улатакка большой пёстрый дятел — dendrocopos major; симĕс улатакка зелёный дятел — picus viridis; хупăллă улатакка чешуйчатый дятел — picus squamatus; шур çурăмлă улатакка белоспинный дятел — dendrocopos leucotos

улăх калти

см. калта

хамелеон

хамелеон — chamaeleo [тропик вăрманĕсенче пурăнакан калта йышши чĕрчун]

хĕрлĕ хырăмлă çавра чĕлхе

см. çавра чĕлхе

хыркук

удод — upupa epops [тĕпек пуçлă чăпар вĕçен кайăк]

чана

(чавка) галка — colocus monedula [курак йăхĕнчи сăрă пуçлă вĕçен кайăк]

чарлăк

чайка — larus [шыв кайăкĕ]; кăвак чарлăк сизая чайка — larus canus; кĕмел чарлăк серебристая чайка — larus argentatus; кĕрен чарлăк розовая чăйка — phodostethia rosea; кӳлĕ чарлăкĕ озёрная чайка — larus ridibundus; пĕчĕк чарлăк малая чайка — larus minutus; çинçе сăмсаллă чарлăк тонкоклювая чайка — larus genei; пăвăр пуçлă чарлăк буроголовая чайка — larus brunnicephalus; хура пуçлă чарлăк черноголовая чайка — larus melanocephalis; хура хӳреллĕ чарлăк чернохвостая чайка — larus crassirostris; шурă чарлăк белая чайка — pagophila alba

чăмкăç

нырок — aytha [кăвакал кайăк тĕсĕ]; хĕрлĕ пуçлă чăмкăç красноголовый нырок — aythya ferina; хĕрлĕ сăмсаллă чăмкăç красноносый нырок — netta rufina; шур куçлă чăмкăç белоглазый нырок — aythya nyroca

чеклетӳçĕ

чекан — saxicola [çерçи йышши вĕçен кайăк]; çаран чеклетӳçи луговой чекан — saxicola rubetra; xyрa пуçлă чеклетӳçĕ черноголовый чекан — saxicola torquata

чечен кайăк

славка — sylvia [çерçи йышши пĕчĕк вĕçен кайăк]; сад пахчи чечен кайăкĕ садрвая славка — sylvia borin; сăрă чечен кайăк серая славка — sylvia communis; хура пуçлă чечен кайăк черноголовая славка — sylvia atricapilla

чĕррĕн çуратакан калта

см. калта

шапа

лягушка — ranа [шывра та, çĕр çинче те пурăнакан хӳресĕр чĕрчун]; вăкăрла шапа лягушка-бык — rana catesbeiaria [Çурçĕр Америкăра пурăнакан чи пысăк шапа]; голиаф шапа лягушка-голиаф — rana goliaph; Инçет Хĕвелтухăç шапи дальневосточная лягушка — rana chensinensis; курăк шапи травяная лягушка — rana temporaria; кӳлĕ шапи озёрная лягушка — rana ridibunda; пĕве шапи прудовая лягушка — rana esculenta; Çĕпĕр шапи сибирская лягушка — rana amurensis; шĕвĕр пуçлă шапа остромордая лягушка — гапа arvalis; ыхра шапи лягушка-чесночница — pelobates fuscus

шăлан

жулан — lanius cristatus [чакак евĕрлĕ пĕчĕк çăткăн вĕçен кайăк]; вăрăм хӳреллĕ шăлан длиннохвостый сорокопут — lanius schach [Вăтам Азире пурăнакан шăлан]; сăрă шăлан серый сорокопут — lanius excubitor; хĕрлĕ пуçлă шăлан красноголовый сорокопут — lanius senator; хура çамкаллă шăлан чернолобый сорокопут — lanius minor

шăпăльти

чечевица — carpodacus erythrinus [çерçи йăхĕнчи хĕрлĕ пуçлă, хĕрлĕ пĕсехеллĕ вĕçен кайăк]

шăланкурăс

свиристель — bombycilla garrulus [тĕпек пуçлă, хӳри сарă вĕçлĕ вĕçен кайăк)

шĕпшĕл

(лиç кайăк) овсянка — emberiza citrinella [çерçи йăхĕнчи вĕçен кайăк]; сад пахчи шĕпшĕлĕ садовая овсянка — emberiza hortulana; хăмăш шĕпшĕлĕ камышовая овсянка — emberiza schoenicius; xypa пуçлă шĕпшĕл черноголовая овсянка — emberiza melanocephala; юманлăх шĕпшĕлĕ дубровник — emberiza aureola

шыв калти

тритон — triturus [çĕрте те, шывра та пурăнакан вăрăм хӳреллĕ калта евĕрлĕ чĕрчун]; Альпа шыв калти альпийский тритон — triturus alpestris; Европа шыв калти тритон обыкновенный — triturus vulgaris; Карпат шыв калти карпатский тритон — triturus montandoni; Кĕçĕн Ази шыв калти малоазиатский тритон — triturus vitatus; тура çурăмлă шыв калти гребенчатый тритон — triturus cristatus

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

турне

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Çавăн пекех пăхăр:

çавра карталан çавра курка Çавра кӳл çавра пăра « çавра пуçлă калта » Çавра çăл çавра çĕлĕк çавра çил çавра çул çавра ӳкни

çавра пуçлă калта
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org