Шырав: çакăнтан

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

манăн

1.
у меня
манăн пĕчĕк шăллăм пур — у меня есть маленький братишка
манăн çакăнтан ыратать — у меня вот тут болит
манăн вăл шухăшра та çук — у меня и в мыслях этого нет

çакăнтан

1.
отсюда, с этого места
çакăнтан пĕр километрта — в километре отсюда
çакăнтан виçме пуçлар — начнем мерить отсюда

çакăнтан

2.
здесь, тут, в этом месте
шыв урлă çакăнтан каçма лайăх — переправляться через речку удобно здесь

тӳп-тӳрĕ

абсолютно прямо, совершенно прямо
тӳп-тӳрĕ йĕр — абсолютно прямая линия
çакăнтан тӳп-тӳрех кайăр — отсюда идите прямехонько

çакăнтан


çакăнтан вара
— с этих пор

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

буйвол

Китай çĕрĕнче пурăнакан пысăк вăкăр. Буйвол (пысăк Китай çĕрĕнче пурăнакан вăкăр) вăйне эпир ак çакăнтан пĕлетпĕр [Çулталăк 1914:33].

закон

йăла; Иисус Христосăн пĕлĕт çинчи аслă сăмахĕ. Çакăнтан пурăр та ĕçĕр, çакă Манăн сирĕншĕн те ытти нумай çынсемшĕн те çылăхĕсене каçарасшăн юхтарнă çĕнĕ закон (йăла) юнăм [Церковные 1883:78]; Иисус Христос вĕсене пурне те лайăх ăнлантарасшăн вĕсене юмахпа кала-кала вĕрентнĕ, çĕр çинчи пĕр-пĕр пĕлмен япала çинчен юмах каласа Вăл хăйĕн пĕлĕт çинчи аслă сăмахне (законне) пур çынна та лайăх ăнламалла тунă [О боге 1891:76]; Еврейсем çак Турă каланă вунă тĕрлĕ пурăнăç йĕркине (закона) итлесе пĕтерсен хăраса Моисее каланă: Турăпа калаçма эсĕ ту çине ху кай; Вăл сана мĕн калĕ, эпир çавна пурне те тума тăрăшăпăр тенĕ [Наставление 1896:45]; Патшалăх Пухăвĕ законсем (йĕркесем) кăлармалла пултăр <…> [Хыпар 1906, № 2:18].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вот

частица
1. указывает на происходящее поблизости ак, акă; вот наш дом акă пирĕн çурт; мы пойдём вот здесь эпир ак çакăнтан каятпăр
2. подчеркивает значимость того, о чем говорится ак, акă, вăт; Вот что я тебе скажу Акă мĕн калатăп эпĕ сана; Вот ты как! Вăт мĕнлерех эсĕ! ♦ Вот тебе на! Ак япала!; Вот ещё! Тата мĕн! (хирĕçлесе калани); Вот оно как! Акă епле иккен!

отсюда

нареч. (ант. сюда)
кунтан, çакăнтан, çак вырăнтан; отсюда хорошо виден город кунтан хула аван курăнать

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çакăнтан

отсюда. N. Çакăнтан шутласан, если судить с этого.

çути

неизв. сл. N. Мана çакăнтан çăлакан пулсан, çути пултăр, тесе калат, тет. Яндобы. Пирĕн саканче çути пур. (Шапа).

çӳл

(с’ӳл’), высь, высота, вышина. употребляется обыкновенно в косвенных падежах. С.-Устье. † Ăста кайса кĕрем-ши, пирĕн телей çанашкал: çĕре каяс — çĕр хытă, çӳле каяс — çӳл инче. Янш.-Норв. Vн чухне хĕвел чылай çӳле кайнăччĕ вара. Алик. Çакăнтан çӳле кайма инче-и? тесе итрĕ. тет; леш калат, тет: инче мар пулмалла, шаккани илтĕнет. Якейк. Хĕвел контан кон çӳле (выше и выше) хăпара пуçларĕ. Лашм. † Юрт-юрт, утçăм, юрт, утçăм, çурхи çулсем çӳле юличчен; çурхи çулсем çӳле, ай, юлсан, вĕрене тупан каять сулăнка. N. † Кушак çӳле ларсан, сивĕ-тет, теççĕ. ТХКА 20. Кирек мĕн калăр, пĕри те ман пек çӳле сикес çук эсĕр. Орау. Çималли пĕтсен çӳлелле пăхса ларăн. ТММ. Турă çӳлте, патша аякра, тетчĕç. N. Çӳлте кайăксем вĕçсе çӳреççĕ. N. Хĕвел çӳлте пулсан — уяр, аялта пулсан — çăмăр пулать, тет. N. Çӳлте ларап, кам çинчине каламастăп. (Калпак). N. Çӳлте турă, çĕрте патша, тенĕ. Кан. Сарлакăшĕ: çулте 25—30 сантиметр, тĕпĕнче 35—40 сантиметр. ГТТ. Алă çӳлте. N. Ĕлĕк çӳлтен кисе питĕ айăплатьчĕç. N. Чăркуççиран çӳлтен татнă. Отрезали повыше колен. Альш. Улача чаршав ан карăр, çӳлтен туртса ан çыхăр. Собр. Кĕркунне тăрна çӳлтен (высоко) вĕçсен, кĕр вăрăм килет, теççĕ. N. Уххи йывăçран çӳлтен (?) кайрĕ. Стрела полетела выше деревьев? || В перен. смысле. ГТТ. Шкулта лайăх отметкă илекенсем питĕ çӳлтен çӳреççĕ. Кĕвĕсем. Питех çӳлтен-çӳлтен çӳрес мар: куштан чĕрисене çурас мар. Альш. † Питех çӳлтен-çӳлтен калаçас мар: атте-анне ятне çĕртес мар. Юрк. † Ыттах çӳлтен-çӳлтен калаçма ыттах çитĕ (питĕ?) пуян ачи мар эпир. N. Çӳлтен! Так кричат лошади во время пашни. См. хĕрипе. Бур. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçмешкĕн вĕрене çулçи мар эпир, çӳлтен-çӳлтен калаçма эпир пуян ывăлĕ-хĕрĕ мар. Сред. Юм. Çӳлтен çӳрет, тесе, хăйне хăй пысăка хоракан çынна калаççĕ. || Высокий. Этем йăх. еп. пуç. кай. 79. Ĕлĕксенче çырма шывĕ ку шăтăкран çӳлерех пулнă, çавăнпа та çырма шывĕ унта юшкăн лартса хăварнă. Альш. Хусан хулинчен çӳлерех, теççĕ ăна (о Свияге). Ст. Чек. Алă тымарĕнчен çӳлерех, чавса патнелле. N. Çӳлерех хака хурса сутасчĕ. Хотелось бы продать по более высокой цене. Изванк. Çăлтан çӳлерехре пĕр пысăк ват юман пур. N. Çӳлерехрен. Якейк. Пĕри çӳлтерехре (повыше), тепри аялтарахра тăрать. Орау. Пăр купи йăтăнса аннă та, хулне чавсаран çӳлерехрен хуçса пăрахнă, тит. Говорят, что груда льда упала на нее и переломила ей руку выше локтя. См. çӳлĕ. Якейк. Çӳл-çӳл йоман, çӳл йоман. Изванк. Çӳл-çӳл юман, çӳл юман, çӳл юманта пин куку, пин кукуран çӳл куку. N. Çӳл енчен юхса анакан шыв. N. Верхний. N. Лупашка урлă, хăма хурса, кĕпер тăваççĕ, кĕперин çӳл енне вут хураççĕ. Изамб. Т. Ул çав урамра çӳл енче пурăнат.

çтан

откуда. Орау. Çулне çакăнтан тӳрех тăвасчĕ, пăх-ха, халь çтанах (как далеко приходится обгезжать или обходить). N. Çтан килчĕ унтан вулап. Читаю где попало, т. е. не разбирая читаемое. N. Катаран çтан паллан! Разве издали-то узнаешь!

темĕн

(тэмэ̆н’, т’эмэ̆н’), неизвестно что, что-то. N. Вăл ăна мĕн каланă? — Темĕн каланă (или: темĕн каланă, пĕлместĕп). Альш. Анчах унăн сăмси тăрринче темĕн шурри пур: кукша (çутă) пуçлă çын пек курăнать (у утки из породы „кукша-кăвакал“). || Невесть что, бог знает что... Юрк. Тĕтĕресси темĕн мар-тăр-çке (т. е. не представляет большой трудности). N. Сĕлĕ вăрлăхĕ çитерни пĕр сехет хушшинче темĕн курмалăх пур. || Употребл. для обобщения. Альш. Унтан лерелле вара Кӳренсем-темĕнсем каяççĕ (и не знаю, какие-то еще селения). Ib. Шапа кĕписем-темĕнсем (и еще какие-то травы), шăтат хăмăш [растет (вырастает) тростник]. || Не знаю(-ем). Сред. Юм. СТИК . Темĕн, кашкăр-ши вара! Не знаю, едва-ли это волк! (Так и в Сред. Юм.). Юрк. Темĕн, курмарăмăр, теççĕ ыттисем те. Не знаем, мы не видели, говорят и остальные. Ст. Чек. Темĕн, астумастăп (с оттенком сожаления, иногда преднамеренного, в том, что сказано другим человеком). || Выражает сомнение. N. Эпĕ сывă юласси темĕн? Не знаю (сомневаюсь), останусь ли я жив. N. Çăмюн вилес пек выртат; çак кунсене ирттерейи темĕн. Шихаз. Ентĕ кун пекех пулсан малалла каясси темĕн. Едва ли при такой обстановки пойдешь дальше. || Как будто. Пазух. Улма йывăç касрăм, темĕн Атăл тăрăшне тухас пек. Ух пек çинçе пӳме ӳстертĕм, темĕн атте-аннене юрас пек. || Пожалуй. М. Васильев. Çывăр, çывăр, тĕлĕк кор, атто тарĕ, темĕн, хор. Чăв.й. пур. 25. Эсĕ, темĕн, çунтарса ярăн, тесе, элек тупса сутниксене йыхăрса пынă та, Яккăва тилкепепе юпа çумне кăкарса пит хытă хĕненĕ. ЧС. Усал сăмахсем калаçса, вăрçса çӳресен, темĕн, начар пулĕ. || Как бы не... Толст. Анчах асту, ан шавла, ан ӳсĕр, темĕн хăратса ярăпăр тата (как бы не спугнуть), терĕ. || Как ни... N. Пристăв аллинче Окунĕв сăнне (фотогр. карточку) тытса тăрса, мĕн тухакан пĕри: Окунĕв мар-и, тесе тăрать. Анчах, темĕн аппалансан та, Окунĕва тытма пултараймаççĕ-халĕ. || В отрицат. предложениях — ничто. N. Ман шухăшпа пулсан, халăх ĕçе тĕрĕс тăвас тесен, çакăнтан ытла темĕн те тума кирлĕ мар. || В чувашизмах. N. Вăрлăхĕ вăл илсе акма темĕн хаклă япала мар (не бог весть какая дорогая вещь). N. Унтан вара вăл каланă: темĕн тесен те (как бы то ни было, а...), пирĕн çĕр çаврака. Букв. 1904. Ача ăсĕ çав: темĕн йĕмелли пур вара çав чĕпĕшĕн (не стоило бы и плакать из-за этого цыпленка)! N. Йĕрин! темĕн вилмĕ халĕ, йĕрĕ-йĕрĕ те, чарăнĕ. Пусть плачет! Не больно умрет (т. е. ведь не умрет же); поплачет, поплачет, да и перестанет. N. Темĕн кунĕпех ĕçлемĕн-халĕ. Ведь не будешь же целый день работать.

Çавăн пекех пăхăр:

çакăн пек çакăнкала çакăнта çакăнталла « çакăнтан » çакăнтар çакăнтарахра çакăнти çакăскер Çакка

çакăнтан
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org