Шырав: çамка

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

карт

6.
складка, морщина
çамка карчĕ — морщины на лбу

картлан

2.
морщиться, покрываться морщинами, складками
çамка картланнă — на лбу легли морщины

картланчăк

морщинистый, складчатый
картланчăк çамка —  морщинистый лоб
картланчăк тусем — складчатые горы

картлашка

5.
морщинистый, складчатый
картлашка çамка — морщинистый лоб

картлă

7.
имеющий складки, морщины, морщинистый
картлă-картлă çамка — морщинистый лоб

8.
зубчатый
картлă кăлтăрмач — зубчатое колесо, шестерня
картлă-картлă хӳме — зубчатая стена

мăкăр

выпуклый
мăкăр çамка — выпуклый лоб

мăкăрăлчăк

бугристый
мăкăрăлчăк çамка — бугристый лоб
çул мăкăрăлчăкĕсем — бугры на дороге

пайăркалан

1.
разделяться на пряди, виться локонами
çӳç çамка çине пайăркаланса анать — волосы прядями спускаются на лоб

пĕрĕнчĕк

морщинистый
çамка çинчи пĕрĕнчĕксем — морщины на лбу
пĕрĕнчĕк пит — морщинистое лицо

тарлă

1.
потный, вспотевший
тарлă çамка — потный лоб
тарлă лаша — взмыленный конь

тăваткал

четырехугольный, квадратный
тăваткал сĕтел — квадратный стол
тăваткал çамка — квадратный лоб
пилĕк тăваткал метр лаптăк — площадь в пять квадратных метров
тăваткал километр пуçне — на каждый квадратный километр
çĕрулмине тăваткал тĕмĕн ларт — сажать картофель квадратно-гнездовым способом

шатраллă

5.
прыщавый, прыщеватый
угреватый

шатраллă çамка — угреватый лоб

6.
шероховатый, щербатый
шатраллă чул — щербатый камень

çамка

1.
лоб

çамка

лобный
ансăр çамка — узкий лоб
çут çамка — лоб с залысинами
хушка çамка — лоб со звездочкой (у животных)
çамка çилхи — челка (у лошади)
çамка хăвăлĕ — лобные пазухи, полость лба
çамка шăмми — лобная кость
Çамки хура, чĕлхи хĕрлĕ. (Кăмака). — загадка Лоб черный, а язык красный. (Печь).

çамка

2.
пригорок
взгорок разг.
взлобок обл.
сăрт çамкинче — на пригорке
чул çамки — откос скалы

çамка

3.
фронтон
чело

алăк çамки — притолока двери
пӳрт çамки — фронтон дома
чӳрече çамки — наличник окна (верхний)
Кăмака çамкинче кăвак тенкĕ пур. (Тĕтĕм). — загадка На челе печи — голубые мониста. (Дым).

çĕвĕллĕ

2.
с рубцом, со шрамом
çĕвĕллĕ çамка — шрам на лбу, лоб со шрамом

çыпăç

1. общее обозначение
действия, связанного с соединением каких-л. предметов или их частей
— перевод зависит от способа соединения

приклеиваться, прилипать, приставать, прикрепляться и т. д.
тум-тир çумне куршанак çыпăçнă — репей пристал к одожде
урана пылчăк çыпăçать — грязь пристает к ногам
çыпăçса лар — приклеиться, пристать
çыпăçакан хут — липкая бумага
ку сăрă лайăх çыпăçать — эта краска хорошо садится
çӳç çамка çумне çыпăçнă — волосы прилипли ко лбу
Ĕç алла çыпăçмасть — посл. Работа рук не испачкает.

çутă


кăвак çутăла — с рассветом
тул çути килет — светает
çутă вăйĕфиз. светосила
çутă çамка — лысый, с залысинами (о человеке)
çутă тĕнче — вселенная, мир, белый свет
çутă тĕнчерен кай — покинуть мир, скончаться

çамка


çил çамки — ветреное место
хĕвел çамки — солнцепек
тăм çамкабран. болван (букв. глиняный лоб)
çамкаран шаккаса кала — наставлять, читать нотации (букв. говорить, стуча по лбу)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

çамка

лоб

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

явлăк

тутăр. Вăл хĕрĕсем тата пуçри явлăкĕсене (вырăс тутрисене) пирĕн енчи пек çыхмасчĕç: темĕскерле, çамка çине антарса каялла кăшт хăлха евĕрлĕ тăратса çыхатчĕç [Тимофеев 2002:16–17].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вскочить

глаг. сов.
1. на кого-что (син. вспрыгнуть) сиксе лар, хăпарса лар; вскочить на коня ут çине сиксе лар
2. (син. встать) сиксе тăр; вскочить со стула пукан çинчен сиксе тăр
3. 1 и 2 л. не употр. (син. появиться) тухса лар, сиксе тух, хăпарса тух; на лбу вскочила шишка çамка хăпарса тухнă

выпуклый

прил. (син. выгнутый; ант. вогнутый)
мăкăр, мăкăрăлчăк; выпуклый лоб мăкăрăлчăк çамка

лоб

сущ.муж., множ. лбы
çамка; высокий лоб çутă çамка; наморщить лоб çамкана пĕркеле ♦ на лбу написано кĕретех курăнать (çыннăн шухăш-кăмăлĕ); сказать в лоб тӳррĕн кала

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сум тенкĕ

четвертак. Тайба. † Тухья тăрри силленет пĕр сум тенкĕ çакманран. N. † Укçа парас пулсассăн, икĕ пуспа ан виртле, сум тенкĕне ан шелле. С. Дув. † Пире кирлĕ сум тенкĕ çамка çине çакмашкан. См. сум тенкă.

сăнак

знак. Эльбарус. Онччен те полмин, ман патналла çамка çинчи сăнакне çутатса питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ.

çамка

(с'амга), лоб. N. † Хĕреслĕ тенкĕ — кив тенкĕ, çакăр тухья çамкине; хĕр курассăр килсессĕн, тухăр аслă урама. N. † Çырмасăр шур хут хуралмас, çамкасене çырни çухалмас. Ст. Ганьк. † Атте-аннере ӳпке мар, турă çырни çамкара. Я не сержусь на родителей, ибо так суждено. Рекеев 5. Çамкана çырнинчен иртме çук. („Суженого конем не объедешь“. Послов.). ЧП. Çамкана çырни çухалмĕ. || „Фронтон“. Синерь. Çав пӳрт çамкинче пĕр кайăк ларать, тет. || Склон (горы). Альш. Лере, сăрт çамки çинче, Пушчă ларни курăнат. Утăм. Çара çамка ту айĕнче савса ларать Хăмăшлăх ялĕ. || Мыс? Алекс. Нев. „çăхан чулĕ“ тиекен çамкара.

çамкалăх

лобная часть „тухьи“. Юрк. Çамкалăх (тухья-таврашĕнче). Альш. Çамка çинче тухьянăн тата çамкалăх текенни пур (карттус сăмси пекки, похожая на козырек фуражки). || Склон горы.

çамка хĕрри

висок. Чотай. † Çамка хĕрри кăтраччĕ, вăр-çаврака куçлăччĕ, пит-çăмăрти хĕрлĕччĕ, тоти хĕрри çӳхеччĕ. Хора-к. † Тавай пăхас — хĕр пăхас, ора шăхăр (= чипер) сырнине, çамка хĕрри кăтрине, тота хĕрри çӳхине, ...çав та полать перн арăм.

çанка

(с'аҥга), то же, что çамка, лоб. Изамб. Т. Шăтăк чавнă чухне çын пуç шăмми тухсан, çанки çине пăхаççĕ — турă çырни паллă-и? тесе. Турă миçе çул, миçе кун, миçе сехет пурăнмаллине çыннăн çанки çине çырнă, теççĕ. Вĕсем унта çырнă пеккине кураççĕ. ЧП. Чĕмпĕртен илнĕ чăн мерчен, çанкама çапрĕ сăрăсем. Собр. † Çырмасăр шур хут хуралмĕ, çанкасе çырни çухалмĕ (вар. çанкасене çырни çухалмас). ЧП. || Лысый. Изамб. Т. Çанка! çавна та памас. (Иначе: ĕне çуланă çанка).

çитер

понуд. ф. от гл. çит; доставить, довезти. Шурăм-п. Лаши аран утать, Ишеке ултă сехетрен тин çитерчĕ. Регули 81. Ман онта çитерес, онтан вăлсам исе каяççĕ. Б. Ятгильд. † Пичче мана усатса яр, уй-хапхи патне çитерсе яр. Юрк. Часах Карачăмне хыпар çитереççĕ. Кратк. расск. 20. Сывă халлĕн сан патна çитермесессĕн, санăн умăнта эпĕ ĕмĕрех айăплă пулăп, тенĕ. Пазух. Çичĕ тавлăк хушшинче çитмĕл киле çитерчĕ. Альш. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер урлă каçарăр, çитес çĕре çитиччен çитерĕр. || Доносить. N. Ман сăмаха итлемесессĕн, сан çинчен уеса сăмах çитерĕп, тенĕ. || Доставлять. Тайба-Т. Кан. Хаçат-шурналсене вăхăтра çитерсе памасть (не доставляет). || Заставлять ходить, отсылать. N. Сĕтел кутĕнчен сĕтел кутне çитерет. Заставляет ходить от стола к столу (в канцелярии, не обьяснив толком, куда надо обратиться). || Удовлетворить. N. Вĕсен кăмăлне мĕнле çитерес-ши? || Сделать так, чтобы было достаточно. Юрк. Хуларан килнĕ тăванĕ укçапа таврăннă-тăр, тесе шухăшласа, хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ: куллен укçа кирлĕ, ниепле те укçа çитерсе пулмаст. Ирĕксĕр киле килтĕм. Кунта эсир ялта аван пурăнатăр пулĕ? тет. N. † Сиртен ытла савнă çыннăм çук, çитмен пулсан çитерĕр. Такмак. Çитмен пулсан çитерĕр, ытла пулсан ан айăплăр. || Ск. и пред. чув. З6. Çавăн пек хитре хĕре те тиркесессĕн, çын кулĕ. Çитменнине чĕлхи-çăварĕ тата ытла çитерет. || Истратить до копейки. Кан. Гата ӳсĕрличчен ĕçсе икшер лашапа урам тăрăх чупса çӳреççĕ. Çапла пĕтĕмпе 600 тенкĕ укçана çитереççĕ те, çĕрне кăлармасăрах, киле (домой) пăрахса тараççĕ. || Напастись. N. † Пирĕн аттен виç ывăл, ăстан калош çитерес (где напасешься на них калош!). || Исполнить. N. Вăл санăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитертĕр. N. Халĕ ĕнтĕ вăл сирĕн пӳрнĕ ырăлăхне çитерсе пачĕ. N. Хăй çинчен каланине те туса çитернĕ (quaecumque de ipso praedicta errant implevit). || Доводить до... N. Хăйне хĕнесе суранлантарса пĕтернĕ те, вилес патне çитерсе пăрахса кайнă (избили чуть не до смерти, бросили и ушли). Орау. Ма апла нумайччен тытать-ши вăл? Çур-çĕре çитересех темеçт-и? Зачем он так тянет? Не хочет ли просидеть до двенадцати? N. Алла çамка çине, кăкăр çине, тата хул-пуççисем çине çитерменни аван мар. || Довести до конца (время). Яргуньк. Килте çав ача амăш макăрса çулталăк çитерчĕ (проплакала год), тет. Яжутк. Шăнкрин вара çулталăк çитерсе тухрĕ, тет. Толст. Пĕчĕкçĕскере, ниепле те урана çитерсе пусаймарăм. || Успевать. Изванк. Ĕлĕк пирĕн ялта кунран-кун выльăхсем нумайçем нумай вилсе пыраччĕç. Пытарса çитерме те çукчĕ (не успеваешь хоронить). || В качестве вспомог. гл. К.-Кушки. Епле эсĕ сехете ку кунччен упраса çитертĕн? Как ты сберег до сих пор часы? Кан. Халăх хушшинче ĕçлесси майланса пырать, çулталăк хушшинче таврари хресченсен выльăхне кăтартса çитернĕ. Изамб. Т. Эсĕ ку япалана киле çĕклесе çитереймĕн (не донесешь). ППТ. Шăтăкне çăварĕ патне чавса çитерсен (когда дорыли), тахçан та ан çухалтăр тесе, пĕр патак лартса хунă. Н. Карм. Кашкăр çиленсе çитнĕ те, калать: сана тавлашса çитереймĕн (с тобою не наспоришься). N. Пурне те тӳссе çитерекен (претерпевший) çăлăнĕ. N. Унăн пур йăнăшĕсене те кам пĕлсе çитерĕ. Тораево. Хăнисем тĕлĕннĕ: ку ухмах йăван ăштан тупса çитернĕ (откуда он все это достал). N. Вĕрентет пире вырăсла: пĕтĕмпех пĕлсе çитерейместпĕр (всего-то не познаем). Ала 98°. Кашнă çын килне кĕрсе çитеримастăн полсан (если не имеешь времени заходить в каждый дом), çынсен алăкĕсем патне анчах пырса чĕн.

çутат

(с’удат), освещать, засветить. Ау З. Трантасийĕн икĕ енче икĕ хунар çутатса пырать, тет. Янтик. Çиçĕм, пĕр йăлтăртатсан, пĕтĕм тĕнчене çутатса прахать. Ib. Пĕтĕм шыва çутатса ячĕ çиçĕм. Çĕнтерчĕ 53. Электрицă хăçан çутатакан пулать-ха, сирĕн? Икково. Çутатса парас. Надо вам (для вас) засветить огонь. N. Пĕтĕм шăва вут пек çутатса янă. Чув. пр. о пог 64. Уйăх пат шурă пулсан, çутатса тăрсан, сивĕ пулать. Если месяц кажется белым и блестит — будет холодно. N. † Çутатса хонă калошне тăхăнсамăр шăлăмсем. Изванк. Уйăх-хĕвел, ăна (т. е. парня) çак çĕр çинчех усраса, ун çине çутатса тăрăр (т. е. не попустите уйти в солдаты. Моленье в подполье). Эльбарус. Хĕвел янкăртатса çап-çут çутатса тăратьчĕ. Ib. Онччен те полмин ман патналла çамка çинчи сăнакне (кокарду) çутатса питĕ хытă стрелок чупса пыма пуçларĕ. || В перен. знач. Кан. Мĕнле лартса туни çинчен çтена хаçачĕ çинче çутатмалла.

Çутă кӳл

назв озера, „Белое озеро“. Чураль-к. Çутă кӳлĕ çинче çӳллĕ ту. (Çамка).

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

отметина

паллӑ, пата; отметина на лбу животного хушка çамка.

чело

устар. 1. çамка; 2. чело печи кăмака çăварĕ, кăмака ани, кăмака çамки; бить челом истор. пуççап, йăлăн, тархасла, тилмĕр.

тупой

1. мăка (çĕçĕ), пуклак, такса (пуртă); 2. перен. тăмсай, тăм çамка, ăнсăр, тăнсăр, анăра (çын); тупой язык тăм чĕлхе, тӳрмен чĕлхе; тупое зрение вăйсăрланнă (куç); тупой угол пуклак кĕтес.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

çамка

маңгай

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Stirn

zamka
çамка

Çавăн пекех пăхăр:

çамарта хĕрли çамăрăк çамăçтар çамĕçлĕ « çамка » çамка çилхи çамка хĕрри çамкалăх çамкка çамламас

çамка
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org