Шырав: çу-чăваш

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

автономиллĕ

автономный
автономиллĕ область — автономная область
автономиллĕ тăрăх — автономный округ
автономиллĕ республика — автономная республика
Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — ист. Чувашская Автономная советская социалистическая республика, ЧАССР

алфавит

алфавитный
чăваш алфавичĕ — чувашский алфавит
алфавит йĕркипе вырнаçтарса тух — расположить в алфавитном порядке, в порядке алфавита

амăшĕ

материнский
ача амăшĕ-геройня — мать-героиня
мăшăрсăр (ача амăшĕ) — мать-одиночка
пилĕк ача амăшĕ — мать пятерых детей
пулас ача амăшĕ — будущая мать, женщина на сносях
унăн амăшĕ нимĕç, ашшĕ чăваш — у него мать немка, а отец чуваш
ĕне виçĕ пăру амăшĕ пулнă — корова телилась трижды
Амăшĕне пăхса хĕрне ил. — посл. Выбирай девушку глядя на мать. (соотв. Какова мать, такова и дочь.
Амăшĕ пĕтмесĕр хĕрĕ пĕтмест. — посл. Пока будут матери, будут и дочери (т.е. невесты не переведутся).
Ашшĕ вилнĕ — çур тăлăх, амăшĕ вилнĕ — хăр тăлăх. — посл. Без отца ребенок полусирота, без матери — круглый сирота.

антологи

антология
чăваш поэзийĕн антологийĕ — антология чувашской поэзии

арăм

женский
çамрăк арăм — молодая женщина, молодица, молодуха прост.
туй арăмĕ — женщина, участвующая в свадебном обряде
чăваш арăмĕ — женщина-чувашка
арăм пăтавкки çĕкличчен арман чулĕ çĕклес-мĕн — фольк. лучше бы мне носить на себе жернова, чем тяготы замужней женщины

ача

4.
в сочет. с определением обозначает
уроженца, представителя нации или какого-л. коллектива:

Самар ачи — уроженец Самары, самарец
чăваш ачи — чуваш, чувашский парень
шкул ачи — школьник
вăл пирĕн картиш ачи — он из нашего двора

библиографи

библиографический
чăваш чĕлхе ăслăлăхĕн библиографийĕ — библиография по чувашскому языкознанию
библиографи тупкăчĕ — библиографический указатель

вунăкунлăх

десятидневка, декада
чăваш литературипе искусствин вунăкунлăхĕ — декада чувашской литературы и искусства
вунăкунлăх ирттер — провести декаду

герб

гербовый
Чăваш Ен патшалăх гербĕ — государственный герб Чувашии
хула гербĕ — герб города
герб палли — гербовый знак

грамматика

грамматический
танлаштаруллă грамматика — сравнительная грамматика
чăваш чĕлхи грамматики — грамматика чувашского языка
шкул грамматики — школьная грамматика
грамматика правилисем — грамматические правила
чĕлхен грамматика стройĕ — грамматический строй языка
грамматика йăнăшĕсем ту — делать грамматические ошибки

драматурги

драматургический
чăваш драматургийĕ — чувашская драматургия
Гоголь драматургийĕ — драматургия Гоголя
драматурги хайлалăхĕсем — драматургические произведения

йăмра

ветловый
чăваш ялĕсенче йăмра нумай — в чувашских селениях обычно много ветлы

каларăш

поговорка
чăваш каларăшĕсем — чувашские поговорки

кĕрешӳ

2. спорт.
борьба
чăваш кĕрешĕвĕ — чувашская борьба
спорт кĕрешĕвĕ — спортивная борьба
ирĕклĕ кĕрешӳ — вольная борьба
классикăлла кĕрешӳ — классическая борьба
кĕрешӳ ăмăртăвĕ ирттер — проводить соревнования по борьбе

консонантизм

лингв. консонантизм (хупă сасăсем)
чăваш чĕлхин консонантизмĕ — консонантизм чувашского языка

лауреат

лауреатский
президент премийĕн лауреачĕ — лауреат президенсткй премии
Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ — лауреат государственной премии Чувашии
К. В. Иванов ячĕллĕ преми лауреачĕ — лауреат премии имени К. В. Иванова
пĕтĕм патшалăхри конкурс лауреачĕ — лауреат всегосударственного конкурса
лауреат значокĕ —лауреатский значок
лауреат ятне пар — присвоить звание лауреата

лексика

лексический
чăваш лексики — чувашская лексика
Хусанкай сăввисен лексики — лексика стихов Хузангая
чĕлхен лексика пуянлăхĕ — лексическое богатство языка

лексикологи

лексикологический
чăваш чĕлхин лексикологийĕ — чувашская лексикология
лексикологи тĕпчевĕсем — лексикологические исследования

литература

литературный
ача-пăча литератури — детская литература
чăваш совет литератури — чувашская советская литература
илемлĕ литература — художественная литература
классикăлла литература — классическая литература
нимĕç литератури — немецкая литература
литература журналĕ — литературный журнал
литература институчĕ — литературный институт
литература критики — литературная критика
литература страници — литературная страница (в газете)

методика

методический
чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика — методика преподавания чувашского языка
методика кабинечĕ — методический кабинет
методика канашăвĕ — методический совет
çĕнĕ методикăпа ĕçле — работать по новой методике

министр

министерский
тулашри суту-илӳ министрĕ — министр внешней торговли
ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ  министр иностранных дел
министр заместителĕ — заместитель министра
Чăваш АССР министрсен совечĕ — совет министров Чувашской АССР

монофтонг

лингв.
монофтонг (пĕр сасăран тăракан ансат уçă сасă)
чăваш чĕлхинчи монофтонгсем — монофтонги чувашского языка

морфологи

морфологический
чăваш чĕлхи морфологийĕ — морфология чувашского языка
сăмахăн морфологи тытăмĕ — морфологический состав слова
морфологи категорийĕсем — морфологические категории

никĕслевçĕ

1.
основатель
чăваш театрĕн никĕслевçи —основатель чувашского театра

обком

обкомовский разг.
комсомол обкомĕ — обком комсомола
парти обкомĕ — обком партии
партин чăваш обкомĕ — чувашский обком партии
профсоюз обкомĕ — обком профсоюза
обком бюровĕ — бюро обкома
обком пленумĕ — пленум обкома

опера

оперный
классикăлла опера — классическая опера
чăваш оперисем — чувашские оперы
опера либретти — либретто оперы
оперăпа балет театрĕ — театр оперы и балета
опера юрăçи — оперный певец
оперăри пĕр сцена — сцена из оперы
опера ларт — ставить оперу

орган

3.
орган (хаçат е журнал)
академи органĕ — академический орган
«Ялав» журнал — Чăваш писателĕсен союзĕн органĕ — ист. журнал «Ялав» — орган Союза писателей Чувашии

орфографи

орфографический
чăваш орфографийĕ — чувашская орфография
орфографи йăнăшĕ — орфографическая ошибка
орфографи йĕркисем — орфографические правила
орфографи сăмахсарĕ — орфографический словарь

паллаштар

2.
ознакамливать, знакомить
туристсене чăваш ячĕсемпе паллаштар — ознакомить туристов с чувашскими именами

патриот

патриотический
чăваш патриочĕ — чувашский патриот
патриот тивĕçĕ — патриотический долг

патриотизм

патриотический
чăваш патриотизмĕ — чувашский патриотизм
патриотизм туйăмĕ — патриотическое чувство

писатель

писатель
вырăс писателĕсем — русские писатели
чăваш халăх çыравçи — народный писатель Чувашии
çыравçă ĕçĕ — писательский труд
писательсен союзĕ — союз писателей
паян клубра çыравçăсемпе тĕл-пулу ирттереççĕ — сегодня в клубе проводится встреча с писателями

попурри

муз.
попурри (хатĕр кĕвĕсенчен йĕркеленĕ произведени)
чăваш юррисенчен хывнă попурри — попурри из чувашских песен

поэзи

поэтический
ача-пăча поэзийĕ — детская поэзия
романтикăлла поэзи — романтическая поэзия
халăх поэзийĕ — народная поэзия
чăваш поэзийĕн классикĕсем — классики чувашской поэзии
поэзи хайлалăхĕ — поэтическое произведение
поэзи уявĕ ирттер — провести праздник поэзии

поэт

поэтический
халăх поэчĕ — народный поэт
чăваш поэчĕ — чувашский поэт
поэт таланчĕ — поэтический талант

президент

президентский
ăслăлăхсен академийĕн президенчĕ — президент академии наук
Чăваш Республикин виççĕмĕш президенчĕ — третий президент Чувашской Республики
Америка президенчĕсем — американские президенты
президент суйлавĕ — президентские выборы

проза

прозаический
хальхи проза — современная проза
чăваш прози — чувашская проза
прозăпа çыр — писать прозой
сăвва прозăпа куçарни — перевод стихотворения прозой

салфетка

салфеточный
пир салфетка — полотняная салфетка
хут салфетка — бумажная салфетка
чăваш тĕрриллĕ салфеткăсем — салфетки с чувашской вышивкой
салфетка пирĕ — салфеточное полотно
ачана салфетка çыхса яр — повязать ребенку салфетку

сесси

сессионный
район совечĕн сессийĕ — сессия районного совета
Чăваш АССР верховнăй совечĕн сессийĕ — сессия верховного совета Чувашской АССР
сесси залĕ — сессионный зал
сесси пух — созвать сессию

стиль

стилевой
архитектура стилĕсем — архитектурные стили
готика стилĕ — готический стиль
чăваш шрифчĕн стилĕ — стиль чувашского шрифта
стиль пĕрпеклĕхĕ — стилевая выдержанность

съезд

съездовский
Совет Союзĕнчи коммунистсен партийĕн съезчĕ — съезд коммунистической партии Советского Союза
чăваш çыравçисен съезчĕ — съезд чувашских писателей
съезд делегачĕ — делегат съезда
съезд ларăвĕсем — заседания съезда
съезд хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ — съезд закончил свою работу

танлаштар

1.
сравнивать, сопоставлять
соотносить

оригинала копипе танлаштар — сличить копию с оригиналом
чăваш чĕлхипе турккă чĕлхине танлаштар — сопоставлять чувашский и турецкий языки
икĕ çын шухăшне танлаштар — сопоставлять мнения двух людей
танлаштарса кăтарт — сравнить, показать а сравнении
танлаштарса пăх — сопоставить, сравнить
танлаштарсан — при сравнении, в сравнении, по сравнению с, по отношению к
вăрçă умĕнхи çулсемпе танлаштарсан — по сравнению с довоенными годами
пĕлтĕрхи ку вăхтпа танлаштарсан — по сравнению с тем же периодом прошлого года

танлаштарма çук —
1) несравнимый
нимĕнпе танлаштарма çук пулам — ни с чем не сравнимое явление
2) несоизмеримый
кусем танлаштарма çук япаласем — это несоизмеримые величины
3) несравненно
танлаштарма çук лайăх — несравненно лучше

ташă

плясовой
танцевальный

клуб ташшисем — клубные танцы
халăх ташшисем — народные танцы
ташă ăсти — плясун, плясунья
ташă карти — круг танцующих
ташă кĕвви — плясовая, танцевальная мелодия
ташă площадки — танцевальная площадка
ташă такмакĕ — плясовые частушки
юрăпа ташă ансамблĕ — ансамбль песни и танца
ташша илтер — отплясывать, задорно плясать
чăваш ташши ташла — танцевать чувашский танец

тĕп

13.
настоящий, подлинный, исконный
тĕп туссем — подлинные друзья
тĕп чăваш сăмахĕсем — исконно чувашские слова

топоним

топоним (географи объекчĕсен — хула-ялсен, сăртсен, шывсен т. ыт. ячĕсем)
чăваш топонимĕсене тĕпчени — исследование чувашских топонимов

университет

университетский
И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕ — Чувашский государственный университет имени И. Н. Ульянова
И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ — Чувашский государственный университет имени И. Н. Ульянова
университет библиотеки — университетская библиотека
университета вĕренме кĕр — поступить учиться в университет

филармони

филармонический
чăваш патшалăх филармонийĕ — чувашская государственная филармония
филармони оркестрĕ — филармонический оркестр

фонетика

фонетический
чăваш чĕлхин фонетики — фонетика чувашского языка
фонетика саккунĕсем — фонетические законы

фразеологи

фразеологический
чăваш чĕлхин фразеологийĕ — фразеология чувашского языка
фразеологи единици — фразеологическая единица
фразеологи словарĕ — фразеологический словарь

халăх

народный
чăваш халăхĕ  — чувашский народ
халăх влаçĕ — народная власть, власть народа
халăх дружини — народная дружина
халăх заседателĕ — народный заседатель
халăх тĕрĕслевĕ — народный контроль
халăх пултарулăхĕ — народное творчество
халăх сучĕ — народный суд
халăх уявĕ — народный праздник
халăх хуçалăхĕ — народное хозяйство
халăх ырлăхне ӳстерни  — подъем народного благосостояния
халăхсен туслăхĕ çирĕпленсе пырать — дружба народов крепнет

хальхи

современный, текущий
настоящий
нынешний, теперешний
разг.
хальхи çамрăксем — теперешняя молодежь
хальхи самана — современная эпоха
хальхи вăхăт — 1) наше время, современность 2) грам. настоящее время
хальхи чăваш литератури — современная чувашская литература
хальхи пек астăватăп — помню как сейчас

хĕр

4.
в сочет. с соответствующими словами
обозначает принадлежность к  какому-л. коллективу:

журфак хĕрĕ — студентка журфака
футбол хĕрĕ — футболистка
чăваш хĕрĕ — чувашка

художник

художник
пейзаж художникĕ — художник-пейзажист
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ — заслуженный художник Чувашской Республики
хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник — самодеятельный художник
художник куçĕпе пăх — смотреть глазами художника

чăваш

чувашский
анатри чăвашсем — низовые чуваши
тури чăвашсем — верховые чуваши
чăваш музыки — чувашская музыка
Чăваш çĕршывĕ — Чувашский край, Чувашия
чăваш çырулăхĕ — чувашская письменность
чăваш хĕрарăмĕ — чувашка
авалхи чăваш чĕлхи — древний чувашский язык
унăн ашшĕ чăваш пулнă — отец у него был чуваш
чăваш мăсăльманĕсем — чуваши-мусульмане
чăваш мусульманĕсем — чуваши-мусульмане
Чăваш Ен — Чувашия, чувашский край

чĕлхеçĕ

1.
языковед, лингвист
чăваш чĕлхеçисем — чувашские лингвисты
чĕлхеçĕсен тĕпчевĕсем — исследования языковедов

чикĕлен

I.

1.
граничить, быть смежным, иметь смежные границы
Чăваш Республики виçĕ республикăпа тата икĕ облаçпа чикĕленет — Чувашская Республика граничит с тремя республиками и двумя областями

шăран

6.
звучать красиво, литься (о звуках музыки, песни)
театрта чăваш опери шăранчĕ — в театре прозвучала чувашская опера

шрифт

шрифтовой
чăваш шрифчĕ — чувашский шрифт
шултра шрифт — крупный шрифт

эллинизм

эллинизм (грек чĕлхинчен кĕнĕ сăмах)
чăваш чĕлхинчи эллинизмсем — эллинизмы в чувашском языке

этимологи

2.
этимология (чĕлхе пĕлĕвĕн сăмахсен историне тĕпчекен пайĕ)
чăваш этимологийĕ — чувашская этимология

çĕршыв

3.
страна, сторона, край
çуралнă çĕршыв — родимая сторонка
çĕрмамăк çĕршывĕ — край хлопка
Чăваш çĕршывĕ — Чувашский край
юмахри çĕршыв — сказочная страна

çурма

соотв. элементу
пол-, полу- в сложных словах:

çурма ăслă — полоумный
çурма йывăр виçе — спорт. полутяжелый вес
çурма çăмăл виçе — спорт. полулегкий вес
çурма колонисем — полуколонии
çурма проводник — полупроводник
çурма пушхир — полупустыня
çурма сасăпа — вполголоса
çурма çарамас — полуголый
çурма тăлăх — полусирота
çурма финал — полуфинал
çурма хĕл — ползимы, середина зимы
çурма чăваш, çурма нимĕç — получуваш, полунемец
çурма çултан таврăн — вернуться с полдороги

çӳпĕлентер

2. перен.
засорять
вырăс сăмахĕсемпе чăваш чĕлхине çӳпĕлентерес çук — не засорять чувашский язык русскими словами

ĕнен

1.
верить
çирĕп ĕнен — твердо верить
ĕненме пăрах — перестать верить, разувериться
ĕненме çук (хĕн) — трудно поверить
ĕненес килмест — не верится
вăл сана ĕненмест — он тебе не верит
Чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест. — погов. Чуваш не поверит, пока не пощупает.

ĕççынни

трудящийся
труженик

ĕççынни депутачĕсен Совечĕсем — ист. Советы депутатов трудящихся
ĕççынни массисем — ист. массы трудящихся, трудящиеся массы
хулапа ĕççыннийĕсем — ист. трудящиеся города и деревни
чăваш ĕççыннийĕсем — трудящиеся Чувашии

ĕçхалăх

народный
ĕçхалăх массисем — трудящиеся массы
чăваш ĕçхалăхĕ — трудящиеся-чуваши

çырулăх

письменный
пăлхар çырулахĕ — булгарская письменность
чăваш çырулахĕ — чувашская письменность
авалхи çырулах палакĕсем — памятники древней письменности

стилистика

стилистический
чăваш чĕлхин стилистики — стилистика чувашского языка
стилистикăпа лекци вула — читать лекции по стилистике

истори

2.
история
чăваш чĕлхин историйĕ — история чувашского языка
театр историне тĕпче — изучать историю театра

хрестомати

хрестоматийный
чăваш литературин хрестоматийĕ — хрестоматия по чувашской литературе

лексикографи

лексикографический
чăваш лексикографийĕ — чувашская лексикография
лексикографи ĕçĕ — лексикографическая работа

Этимологи словарĕ (1996)

ар

II вотяк. Пĕри чăваш, тепри ар, иккĕшĕ те киле каясшăн. Один — чувашин, другой — вотяк, оба хотят идти домой (Ашм. Сл. IА, 316). Каз. (= тат.) ар, чув. ар вотяк (= удмурт) = чув. ар мужчина < *är (Räsänen ЕWb., 22а).

майра

русская женщина. Может обозначать женщину не чувашского происхождения: вырăс майри русская женщина, тутар майри татарка, но чăваш матки, çармăс матки чувашка, черемиска.
   Производные формы: Майрук, Майрухха, Майруххи - языческие женские имена (Ашм. Сл. VIII, 165—168).
   Ср. башк. маръя, тат. марҗа, мар. маря, майра ( < рус. Марья).
   См. Егоров ЭСЧЯ, 127; Räsänen EWb., 328Ъ.

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Аппак

назв. деревни в Спас. у., Казан. губ; деревни Ставропольск. у. Самар. губ. Чăваш Аппакĕ, Апаково, чув. дер. Ставроп. у. Самарск. губ. (Ашм. Сл. IА, 295); ср. мар. м. и. Апук/Апык. См. тюрк. Аба "отец; предок; ст. брат; супруг, муж" (Черн. СМЛИ, 34, 67); тюрк. м. и. Аба, компонент составного имени, "отец" (Гаф. ИИ, 116). .

Исевли

яз. и. м. Городище Б. В одной рукописи Ст. Чек написано: "Изәвлю (sic!) — тĕне кĕмен чăваш" (Ашм. Сл. I -146) / Исевле (-з-), яз. и. м. Рекеев (Ашм. Сл. III, 146).

Исли

яз. и. м. (тĕне кĕмен чăваш). Ст. Чек., Т.-И.-Шем. (Ашм. Сл. III, 149). См. Иçли.

Кача

яз. и. м. Макка 61. Кача ятлă тĕне кĕмен чăваш (Ашм. Сл. VI, 169).

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

аграри

ç.с. 1. Ял хуçалăхĕ; çĕр ĕçĕ. Чăваш Республикин Аслă Совечĕн ялăн социаллă пурнăçне çĕнетсе лайăхлатас енĕпе тата аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яланхи комиссийĕ. Х-р, 3.10.1992, 1 с. Аграри ыйтăвĕсемпе тата апат-çимĕç енĕпе ĕçлекен комитет. Х-р, 29.02.1996, 2 с. Раççейри çамрăксен аграри пĕрлешĕвĕн председателĕ. ХС, 1999, 25—26 /, 2 с. — Аграри партийĕ (ХС, 1999, 12 /, 3 с.); аграри секторĕ (Х-р, 11.11.1998, 1 с.); аграри комплексĕнчи çитĕнӳсем (ХС, 1999, 23 /, 2 с.); аграри университечĕ (Х-р, 7.08.2003, 3 с.). 2. Ял хуçалăх ĕçченĕсен интересĕсене хӳтĕлекен ятарлă парти (Аграри партийĕ) йышĕнчи çын. Чăваш Ен аграрийĕсем хирĕçлев акцине ирттерессине ырламан. Х-р, 6.10.1998,1 с. (Танл., Чăваш Ен аграри партийĕ те ... митингсемпе забастовкăсем ирттерес шухăша ырламанни çинчен эпир маларах пĕлтернĕччĕ. Х-р, 7.10.1998, 1 с.). Аграрисем канашларĕç [Пуçелĕк]. Х-р, 13.04.2001, 1 с. (Танл., Шупашкарта Чăваш Енри аграри партийĕн конференцийĕ иртрĕ. Х-р, 13.04.2001, 1 с.).

айванлат

ç.с. Ухмаха хăвар, ăсран яр, тăнран кăлар. «Акă ку санаман юратушăн, ку мана айванлатнăшăн», чалт та чалт çупа-çупа ячĕ Сима Ларисăна. Е.Осипова, 1986, 110 с. Пире вун-вун çул хушши айванлатса пынă «чĕрĕ вилесен» ĕçĕ ку //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Чăваш тĕнне — тĕшмĕшпе пăтратса — юриех айванлатса кăтартасси халĕ те тĕл пулать. ЧС, 1993, 10 кл., 7 с.

айхилĕх

ç.с. Г.Айхи поэзийĕн хăй евĕрлĕхĕ тата вăйăмĕ. 50-мĕш çулсенчех чăваш поэзийĕнче «айхилĕх» текен пулăм çуралать, ... хăш-пĕр çамрăк сăвăçсене илĕртет, критиксене калаçтарать. А.Хусанкай //Х-р,10.09.1992, 5 с. Унта [Г.Айхи поэзийĕнче] — верхарнлăх, велимирлăх, унта — айхилĕх тараси. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 15 с.

акупунктура

ç.с. Ӳт-тире тĕл-тĕл йĕппе тирсе ятарлă вырăнсене витĕм кӳни, çапла майпа организм ĕçĕ-хĕлне лайăхлатса чир-чĕре сирме пулăшни; йĕплев сиплевĕ. Республикăн акупунктурăпа йăлана кĕнĕ медицина центрĕнче Чăваш наци конгресĕн делегачĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Х-р, 13.10.1992, 1 с. 1994 çулта Мускавра акупунктура енĕпе иртнĕ конгреса хутшăннăччĕ. Х-р, 21. 08.1997, 3 с. — акупунктура тытăмĕ ÇХ, (1997, 52 /, 2 с.).

алтаист

ç.с. Алтай йышне (тĕрĕк, монгол, тунгус-маньчжур ушкăнĕсене) кĕрекен чĕлхесене танлаштарса тĕпчекен, вĕсен кун-çулне йĕрлекен ăслăх çынни. Чăваш патшалăх университетĕнчен Н.Егоров тюрколог, алтаист пулса тухнă. ХС, 1999, 20 /, 4 с. Тĕнче Сире [М.Федотова] чаплă ăсчах-филолог, ăслă алтаист тесе хисеплет. ИЧАЯ, 1999, 3 с.

альбом

ç.п. Аудиокассета (туп.) е компакт-диск (туп.) çине çырса тиражланă юрă-кĕвĕ пуххи. Газмановăн ку таранччен 5 магнитлă альбом тухнă. ÇХ, 1997, 20 /, 5 с. «Агата» ушкăнăн юлашки альбомĕ. Т-ш, 1998, 6 /, 5 с. Л.Васильевăн çĕнĕ магнитлă альбомĕн ... презентацийĕ пулчĕ. Х-р, 20.07.1999, 4 с. «Аксар» студи кăларнă «Чăваш ташши-6» альбом. Т-ш, 1999, 3 /, 8 с. —дебют альбомĕ (Т-ш, 1998, 9 /, 12 с.); альбом-кассета (ÇХ, 1999, 7 /, 9 с.).

аптраманлăх

, п.с. Пурнăç херĕпне çĕнме пултарни, чун хавалĕ; пиçĕлĕх, парăнманлăх (туп.), тӳсĕмлĕх. Поэт [Хусанкай] халăхăн «аптраманлăхне» — ĕçри хастарлăхне, çапăçури харсăрлăхне, кăмăллăх пиçĕлĕхне — пуринчен ытла Аптрамансен йышĕнчи çынсен сăнарĕсемпе кăтартса парать. М.Сироткин //П.Хусанкай, 1968, 47 с. Автор [Ип.Иванов; 1972] шухăшĕпе, чăвашсем ытти нацисенчен аптраманлăхпа, чăтăмлăхпа, сăпайлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Ю.Артемьев, 1980, 16 с. Чăваш çыннин чăтăмлăхне, аптраманлăхне, çутă ĕмĕтне мухтать «Арçури» поэма. ЧС, 1994, 8 кл., 72 с. Аптраманлăхне, харсăрлăхне, ăсталăхне тата тепĕр хут çирĕплетрĕ [халăх театрĕ]. Х-р, 27.05.1997, 6 с. — аптраманлăх пилле (В.Эктел //Я-в, 1990, 5 /, 28 с.); — ĕмĕрхи аптраманлăх (А.Мефодьев //XШ, 1999, 4—5 /, 116 с).

арман

1. П.п. Аш-какай е пахча çимĕç вĕтетмелли, фарш тумалли хатĕр. Анчах «кайф» тапхăрĕ иртсен вара шăм-шака хуçать, аш арманĕ витĕр тухнăн туйăнать. ÇХ, 27.02.1998, 4 с. Помидора аш арманĕ витĕр кăлармалла. Т-ш, 2001, 36 /, 12 с. Гайморитран сипленме хура йӳç кăшман лайăх пулăшать. Ăна аш арманĕпе вĕтетмелле. С-х, 2001, 11 /, 2 с. — ВЧС, 1971, 357 с. 2. Ç.п. Тĕлсĕр вăрçă-харçă; юнлă çапăçусем. 1995 çулта алла диплом илнĕ хыççăн Чечняна лекрĕм — «аш арманне». Ар, 2000, 10 /, 3 с. Çар операцийĕ мар, чăн-чăн аш арманĕ тейĕн... Чăваш ен йĕкĕчĕ çав армантан тухайман. Ар, 2002, 40 /, 1 с.

аш арманĕ

1. П.п. Аш-какай е пахча çимĕç вĕтетмелли, фарш тумалли хатĕр. Анчах «кайф» тапхăрĕ иртсен вара шăм-шака хуçать, аш арманĕ витĕр тухнăн туйăнать. ÇХ, 27.02.1998, 4 с. Помидора аш арманĕ витĕр кăлармалла. Т-ш, 2001, 36 /, 12 с. Гайморитран сипленме хура йӳç кăшман лайăх пулăшать. Ăна аш арманĕпе вĕтетмелле. С-х, 2001, 11 /, 2 с. — ВЧС, 1971, 357 с. 2. Ç.п. Тĕлсĕр вăрçă-харçă; юнлă çапăçусем. 1995 çулта алла диплом илнĕ хыççăн Чечняна лекрĕм — «аш арманне». Ар, 2000, 10 /, 3 с. Çар операцийĕ мар, чăн-чăн аш арманĕ тейĕн... Чăваш ен йĕкĕчĕ çав армантан тухайман. Ар, 2002, 40 /, 1 с.

армрестлинг

ç.с. Спорт кĕрешĕвĕн тĕсĕ, ятарлă сĕтеле чавсапа тĕревлесе, хирĕç лараканпа алă вăйне виçни. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн акт залĕнче армрестлинг енĕпе ЧР чемпионачĕ иртрĕ. Х-р, 5.02.1997, 4 с. Фестиваль программи анлă та пуян, ... кире пуканне йăтакансем, аэробикăпа армрестлинга кăмăллакансем ăмăртаççĕ. Х-р, 15.05.1997, 4 с. Армрестлинг, ... шахмат, волейбол енĕсемпе вăй виçрĕç ял çамрăкĕсем. ÇХ, 1999, 29 /, 2 с. Уявра тĕрлĕ спорт вăййи иртрĕ, мини-футбол, армрестлинг... Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.

арçуриада

ç.с. Чăваш халăхĕн арçури çинчен калакан халап-юмахĕ. Çав мифсене пĕрлештерсе арçуриада тесе палăртатпăр. Арçуриадăн тĕп сăнарĕ сивлекскер. Н.Ишентей // ХШ, 1997, 4 /, 78 с. Арçуриада — вилĕмсĕрлĕх философийĕн вĕрентĕвĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 20.08.1997.

архиепископ

п.с. Православи чиркĕвĕн пуçлăхĕсен епископпа митрополит хушшинчи сумлă ячĕ; аслă епископ. Архиепископа оброк парса тăракан кунашкал чăваш ялĕсем татах пулнă. И.Кузнецов, 1962, 43 с. Н.Каменский архиепископ исто-рипе археологи темипе çырнă статйинче чăвашсене ... асăннă. КЯ, 8.11.1988, 4 с. Чăваш ен архиепископĕ Варнава. ÇХ, 1997, 48 /, 1 с. — ВЧС, 1971, 33 с.; ЧВС, 1961, 39 с.

астăвăм

е АС ТĂВĂМ, ç.с. Асăм (туп.), асăмлăх, асăну. Аппан тĕрмери кун-çулĕ çинчен пĕлес килет... «Астăвăм» об-щество пулăшасса шанатăп. КЯ, 20.09.1989, 3 с. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне... «Астăвăм» кĕнекен пĕрремĕш томĕ кун çути курмалла. Ç-т, 1995, 4-5 /, 31 с. Çак çын ас тăвăма тивĕçлĕ мар-и вара. ÇХ, 1999, 3 /, 8 с. Чăваш еншĕн аграри секторĕ ...кăмăл-сипетпе ас тăвăмăн шалти вăйĕсене упраса хăвармалли пысăк шанчăк. ХС, 1999, 19 /, 1 с. — мифологилле астăвăм (ТА, 1990, 9 /, 67 с.); халăх астăвăмĕ (Ю.Артемьев, 1991, 48 с.); истори астăвăмĕ (Х-р, 6.06.1997, 1 с.); ĕмĕрлĕх астăвăм (Х-р, 6.05.2000, 1 с.); чĕрĕ астăвăм (Я-в, 2000, 5 /, 9 с.); — астăвăм саманчĕ (Я-в, 1995, 9 /, 89 с.); астăвăм шăплăхĕ, астăвăм тĕнчи (Н.Петровский, 1995, 84 с., 114 с.); астăвăм масарĕ, астăвăм хăми (Х-р, 17.01.1996, 2 с.); астăвăм сентри (Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с.); астăвăм каçĕ (Т-ш, 2000, 5 /, 2 с.); — танл., астăву (П.Хусанкай, 1962, 50 с.).

ахрăм

п.с. 1. Сасă ян кайса çапăнни; каялла сасă. Хирĕç вăрманта ахрăм ухăрса уласа тăрать. А.Алга, 1961, 81 с. Хăватлă сасă, вар тăрăх кĕрлесе кайса, ахрăм пулса çаврăнчĕ. Г.Луч, 1980, 55 с. Çырма тăрăх, такам хăваланăн, ахрăм тарчĕ хăруш вырăнтан. Т-ш, 25.09. 1991, 3 с. Г.Айхи пек çырма тытăнаççĕ те — ахрăм пек саланса çухалаççĕ. Х-р, 13.02.2001, 4 с. — вăрман ахрăмĕ (Ю.Скворцов, 1978, 136 с.; В.Пехил, 1990, 23 с.); янравлă ахрăм (А.Воробьев, 1967, 59 с.); илемсĕр ахрăм (К-н, 1973, 6 /, 2 с.); тăлăх ахрăм, аташнă ахрăм (Н.Теветкел, 1982, 88 с., 101 с.); ăнкарми ахрăм (Г.Ирхи, 1991, 32 с.); сивĕ ахрăм (Л.Мартьянова //Я-в, 2000, 12 /, 46 с.); çунатлă ахрăм (А.Т.-Ыхра, 2001, 52 с.). 2. Куçăм. Палăрăм, йĕр, хӳрешке. Ывăл кĕтни... авалхи пурнăç ахрăмĕ мар-ши вăл. Г.Ефимов, 1984, 145 с. Абхазири вăрçă ахрăмĕ — Чăваш енре [Пуçелĕк]. Х-р, 3.08.1993, 1 с. Çак пулăмăн ахрăмĕ çĕршывра халĕ те лăпланман-ха. Х-р, 6.10.1998, 2 с. Çак таса мар ĕçĕн ахрăмĕ пирĕн тăрăха та килсе ян! каять. Т-ш, 1999, 44 /, 4 с. Иртсе кайнă ХХ ĕмĕр ахрăмĕсем паянхи кун та çухалман-ха. Т-ш, 2001, 36 /, 9 с. — чунри ахрăм (ХЧЛ, 1990, 16 с.); чун ахрăмĕ (Н.Ишен-тей, 1997, 52 с.); хаяр вăхăтсен ахрăмĕ (Ю.Артемьев, 1991, 148 с.); вăрçă ахрăмĕ (Х-р, 3.08.1993, 1 с.); аваллăх ахрăмĕ (Ç-т, 1999, 5—6 /, 48 с.); Афганистан ахрăмĕ (ÇХ, 2001, 14 /, 4 с.). — ВЧС, 1971, 460 с., 461 с., 889 с.

ачапча

п.в. 14—16 çула çитмен ачасем; ача-пăча. Çуралтăр хурт кĕшки пек ачапча... П.Хусанкай, 1968, 68 с. Ачапча пек савăнать симĕс тумлă тĕнче. Н.Петровский, 1974, 8 с. Тĕлĕнетĕп эпĕ хамăр халăхран, президента ачапча шайĕнчи çынна (...) та суйлама хатĕр. Н.Исмуков //Х-р, 21.07.1992, 3 с; Я-в, 1992, 4 /. Ачапча ачапчах ĕнтĕ вăл, ашкăнасси, алхасасси унтах. Л.Мартьянова //Т-ш, 1999,10 /,8 с. — ачапча вăййи (А.Афанасьев, 1985, 98 с.); ачапча тетти (Г.Айхи, 1990, 34 с.); ачапчалла хăтлан (Ю.Артемьев, 1991, 7 с.); — ял ачипчи (М.Сениэль, 1990, 140 с.); чăваш ачипчи (ÇХ, 1999, 9 /, 12 с.). — Егоров, 1936, 69 с.; Егоров, 1954, 21 с.

бальзам

ç.п. Сиплĕ курăксемпе йӳçĕтнĕ техĕмлĕ эрех. Пылак шывсем, сĕт консервĕсем, бальзам кăларасси ӳснĕ. Я-в, 1995, 10 /, 84 с. Çĕрпӳре парнелĕх кăларакан чаплă бальзам. К-н, 1999, 4 /, 7 с. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче «Чăваш бальзамĕ» кă-ларма пуçлани эрех-сăра рынокне хускатсах янăччĕ. Х-р, 7.10.2000, 2 с. Хăюланас шутпа бальзам сыпрăм. К-н, 2001, 20 /, 3 с. — чăваш бальзамĕ (ХС, 1999, 1 /, 1 с.; ÇХ, 1999, 49 /, 2 с.).

банкомат

ç.с. Харпăр хăйĕн кредит карточкине чиксен банк клиентне укçа паракан электронлă автомат. Ют çĕршыв валютине улăштаракан пунктсемпе банкоматсем çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕсенчех çĕнĕ укçа пама тытăннă. Х-р, 9.01.1998, 2 с. СБС-АГРО ушкăнĕн кунти филиалĕ, Анăç тахçанах усă куракан çĕнĕлĕхе çул парса, Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусĕнче банкомат вырнаçтарса лартрĕ. ÇХ, 17.04.1998, 2 с. Шупашкарта 15 банкомат ĕçлет. Х-р, 26.08.2003, 2 с.

бармен

ç.с. Бар официанчĕ; буфетчик, буфетçă. Эрехе хаклатса сутнă С.Мазурова, ресторан барменне, тăватă çула хупса лартнă. К-н, 1987, 2 /, 2 с. Официантпа бармена та чăваш тумĕ тăхăнтарасшăн. ÇХ, 1998, 1 /, 2 с. Бармен коньяк ярса парать. ÇХ, 2002, 6 /, 12 с. — йăрă бармен (Х-р, 20.03.2003, 3 с.).

бейсболка

ç.с. Вăрăм сăмсаллă спорт кепки (карттусĕ). Аудиторире бейсболкăпа, ура хуçлатса, ...чăмлак кавлесе лараççĕ. ÇХ, 23.10.1998, 2 с. Чăваш таможни ... 2322 бейсболкăна çак [тăлăх] ачасене валеçсе пама йышăннă. ÇХ, 1999, 6 /, 1 с. Э.Иглесиас шӳтлеме юратать, хăй бейсболкăпа майка тăхăнса янă. Т-ш, 2000, 42 /, 11 с. Иртнинче Дима хăйĕн бейсболкине пăрахса хăварнă. ÇХ, 2001, 22 /, 8 с.

бельманçă

ç.с. Швед поэтне тата мусăкçине (туп.) Карл Микаэль Бельмана сумлакан, пурнăçра тата пултарулăхра ăна евĕрлекен çын. Чăваш бельманçисен тăванлăхĕ. Х-р, 6.09.1996, 1 с.; Х-р, 21.03.1997. Чăваш бельманçисем хăйсен обществин пĕрремĕш «Хыпарçине» кăларма май тупрĕç. Х-р, 27.03.1997, 4 с.

бизнес

..., ç.х. Хутлă сăмахсен «услам ĕçĕ, пуçару ĕçĕ (туп.)» е «усламçă (туп.), ĕçлĕ çын» пĕлтерĕшлĕ пайĕ. «Бизнес-инкубаторта» çамрăксем пĕчĕк бизнес пуçарма пултараççĕ. ÇХ, 1997, 49 /, 4 с. Мускаври Реформ-пресс издательство ушкăнĕ хăйĕн кăçалхи тăваттăмĕш номерĕн бизнес-каталогне Чăваш çĕршывне халалланă. Х-р, 20.06.1997, 1 с. Наука ертӳçи ... бизнес-класлă самолетсемпе вĕçме ... пултарать. Ч-х, 1999, 27 /, 2 с. ЧНК çумĕнче бизнес-клуб йĕркелемелле. Х-р, 23.06.2000, 1 с.

бодибилдинг

ç.с. Тĕрлĕ йывăрăшсемпе вăй-хал хăнăхтарăвĕсем туса мускулсене тĕреклетмелли, хул-çурăма патварлăх кӳмелли ăсталăх; культуризм. Бодибилдинг енĕпе республикăн уçă чемпионачĕ иртрĕ. ÇХ, 6.10.1997, 2 с. Бодибилдинг асамлăхĕ юлашки вăхăтра Чăваш ен çамрăкĕсене те тыткăнларĕ. ÇХ, 9.10.1998, 12 с. Эпĕ бодибилдингпа аппаланмастăп пулин те, хул-çурăм питĕ тĕреклĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 4 с. — ЧР Бодибилдинг федерацийĕ (Х-р, 18.09.2001, 2 с.); бодибилдинг президенчĕ (Х-р, 18.06.2002, 4 с.).

боевик

п.с. 1. Хăвăрт аталанакан сюжетлă, кĕрешӳ-çапăçуллă фильм; кинобоевик. «Колосс» кинотеатрта кăтарта-кан картинăсене боевик тетчĕç. Пирĕн «Апайка» та боевиксен ретĕнче пулма тивĕçлĕ пулчĕ. Тани Юн, 1972, 61 с. Ку фильма [«Апайкăна»] куракансем «чăваш боевикĕ» теççĕ. ХК, 1993, 6 /, 2 с. Телевизорпа кăтартакан тĕрлĕрен боевиксем çамрăк ăс-тăна минретеççĕ. Х-р, 21.02.1997, 4 с. Клубра ... пулса иртнĕ хĕрӳ çапăçу хальхи боевиксенчен пĕртте кая мар. Т-ш, 1999, 6 /, 3 с. Çывăрас умĕн çивĕч сюжетлă кинофильм, боевик... курмалла мар. С-х, 2000, 27 /, 1 с. — хăрушă боевиксем (ÇХ, 2000, 17 /, 9 с.); киревсĕр боевиксем (Х-р, 5.04.2001, 3 с.). — ВЧС, 1971, 56 с. 2. Политика тĕллевĕсене хĕç-пăшалпа усă курса пурнăçлама тăрмашакан ушкăнăн кĕрешӳçи; çапăçуçă. Кубинецсем пирĕн пата [70-мĕш çç. Чилие] 15 пин боевик янă. Х-р, 20.10.1992, 3 с. Дудаевăн боевикĕсем мирлĕ халăха вĕлерсе çӳреççĕ. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Борисов Чечняра чечен боевикĕсен засадине лексе аманнă. ÇХ, 2000, 14 /, 2 с. Взвод командирĕ вырнаçнă казармăна... боевиксем вăркăнса кĕреççĕ. ТА, 2003, 2 /, 71 с. — таджик боевикĕсем (Х-р, 4.08.1993, 2 с.), таджик оппо-зицийĕн боевикĕсем (ÇХ, 2000, 14 /, 2 с.); Курдсен ĕçлев пар-тийĕн боевикĕсем (Х-р, 3.06.1997, 2 с.); ислам боевикĕсем (Х-р, 11.04.1999, 1 с.); тĕн сектин боевикĕсем (Х-р, 24.01.2002, 2 с.). — боевиксен бази (Ар, 2001, 25 /, 4 с.). 3. Ç.п., куçăм. Пуçтах, вăрçчан, шăртламас. Сылтăм вăйсен союзĕн çӳлерех асăннă боевикĕсем [«березовскисем, чубайссем, немцовсем, киселевсем, сванидзесем»]. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с. Çав кунах тĕп хулари О.Кошевой урамĕнче те пĕр «боевика» тытса чарнă. Х-р, 14.03.2000, 4 с. Шаптак «боевикĕсем» [Пуçелĕк]. ÇЯ, 29.09.2001, 4 с.

брифинг

ç.с. Официаллă çын, пĕр-пĕр элчĕ (предста-витель) — журналистсене пухса — пайăр ыйтăва, темăна уçăм-латни; пĕчĕк пресс-конференци. Эпĕ ăна [информацие] СССР Шалти ĕçсен министерствинче ирттернĕ брифингран илнĕччĕ. Я-в, 1991, 5 /, 16 с. А.Яковлев Кремльти брифингра Раççей тата ют çĕршыв журналисчĕсене Кронштадри инкек-синкек чăнлăхне уçса паракан документсене кăтартнă. Х-р, 1994, 6 /, 1 с. Çа-кăн пирки Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче иртнĕ брифингра пĕлтерчĕç. ÇХ, 18.09.1998, 2 с.

вăтанчăклă

п.в. Именчĕк, хăюсăр, йăваш; вăтанчăк. Çапла вăтанчăклă пулни сиенлĕх çеç кӳрет çынна. С.Элкер, 1953, 97 с. Каччă обком инструкторĕ çумĕнче хăйне вăтанчăклăрах тыткаларĕ. А.Емельянов, 1966, 207 с. Атте... çемçен, кăшт вăтанчăклăрах кулать. А.Казанов, 1987, 24 с. Чăваш философийĕ пытарăнчăклă, вăтанчăклă ... тенипе çырлахма çук ĕнтĕ. В.Абрамов, 1998, 29 с.

вĕренкĕч

ç.с. Вĕренӳ кĕнеки, учебник. Ман вĕренкĕчре унăн [Чапаевăн] сăн ӳкерчĕкĕ пурччĕ. А.Т.-Ыхра, 2000, 22 с. П.С.Сергеевпуçламăш классенчи чăвашла вĕрентӳ меслечĕсен никĕсне хывакансенчен пĕри, «Чăваш чĕлхине сăнаса вĕренмелли кĕнеке» вĕрентĕк кăларнă. Х-р, 10.09.1996, 1 с.

вĕрентĕк

ç.с. Вĕренӳ кĕнеки, учебник. Ман вĕренкĕчре унăн [Чапаевăн] сăн ӳкерчĕкĕ пурччĕ. А.Т.-Ыхра, 2000, 22 с. П.С.Сергеевпуçламăш классенчи чăвашла вĕрентӳ меслечĕсен никĕсне хывакансенчен пĕри, «Чăваш чĕлхине сăнаса вĕренмелли кĕнеке» вĕрентĕк кăларнă. Х-р, 10.09.1996, 1 с.

видеокамера

ç.с. Пурнăç саманчĕсене сасси-мĕнĕ ӳкерме, видеофильм (туп.) тума май паракан хатĕр. 20-мĕш çулсенче чăваш хăйĕн илемлĕ фильмĕсемпе мухтанма пултарнă. Халĕ, видеокамера çине видеокамера тата ытти чаплă аппаратура пур вăхăтра, нимĕн те тумастпăр. Х-р, 19.02.1994, 1 с. Видеокамерăна ăçта вырнаçтарнине тупса пиншакпа хупламалла. ÇХ, 1999, 13 /, 8 с. Эпĕ вара çакна пĕтĕмпех видеокамерăпа сăнаса пурăнтăм. ÇХ, 1999, 41 /, 5 с. — видеокамерăпа ӳкерсе ил (Т-ш, 1999, 3 /, 8 с.; Ч-х, 1999, 27 /, 7 с.; М-лла, 2000, 6 /, 2 с.; Ар, 2001, 11 /, 1 с.).

видеомагнитофон

ç.с. Ӳкерчĕк тăвакан электриче-ство сигналĕсене (сасси-мĕнĕпех) палăртнă вăхăтра телевизортан çырса илме пултаракан тата видеофильм (туп.) пăхма май паракан хатĕр. Чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче телевизор тата ... видеомагнитофон вырнаçтармалла. КЯ, 13.01.1989, 4 с. Килте видеомагнитофонпа порнографи курса минренĕ çамрăксем урама хĕрсем шырама тухаççĕ. Х-р, 16. 07.1997, 2 с. Пирĕн машин та, гараж та, видеокамера та, видеомагнитофон та çук. ЧЧ, 1998, 6 кл., 162 с. — видеомагнитофон сут (ÇХ, 2000, 6 /, 4 с.); видеомагнитофон парнеле (ÇХ, 2000, 38 /, 12 с.); видеомагнитофон туянса пар (Х-р, 22.11.2001, 4 с.).

видеооператор

ç.с. Видеокамерăпа ӳкерекен çын; видеоӳкерӳ (туп.) ăсти. Чăваш телевиденийĕнчи правур видеоопе-ратор И.Ульянов çул çӳреври пур утăма та видео çине ӳкернĕ. ÇХ, 1998, 22 /, 2 с. Çак саманта видеооператор ... та ӳкерсе илнĕччĕ. Т-ш, 1999, 3 /, 8 с.

видеотека

ç.с. Видеофильмсен (туп.)пуххи. Шупаш-карти телевидени студийĕн видеотекипе фильмохранилищинче чăваш культурипе çыхăннă тĕрленчĕксем, очерксем, репортажсем чылай упранаççĕ... «Халăх юратнă театр» киноочерк шкул видео-текинче пулма тивĕçлĕ. КЯ, 13.01.1989, 4 с. «Эммануэльсем» ... килти видеотекăсене тулчĕç. Х-р, 23.03.1993, 3 с.

вич-инфекциллĕ

ç.с. СПИД (туп.) вирусĕпе сиенленнĕ, ВИЧ инфекцине ертнĕ. [Чăваш енре] ВИЧ-инфекциллĕ пĕрремĕш ача та паллă. ÇХ, 1997, 52 /, 6 с. Паян тĕнчере ВИЧ-инфекциллĕ çынсем 36 миллион ытла. Т-ш, 2001, 50 /, 9 с. Пирĕн республикăра ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕсенчен 18 ача çуралнă. ХС, 2003, 84 /, 3 с.

вулавăш

ç.с. Кĕнеке е хаçат-журнал вулама илмелли ятарлă вырăн; библиотека. Вулавăша (библиотекăна) кулленех çĕнĕ кĕнекесем килсе тăраççĕ. ЧС, 1994, 8 кл., 3 с. Кузбасра 3 чăваш вулавăшĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 11.03.1997, 2 с. Килти вулавăшра та чăваш литератури нумай. К-ш, 23.06.2000. Кашни класра вулавăшсем йĕркелеме... ирĕк ыйтнă. Х-р, 4.10.2000, 3 с. — пуян вулавăш (ЧС, 1993, 10 кл., 253 с.); шкул вулавăшĕ (Т-ш, 1996, 1 /);наци вулавăшĕ (Х-р, 20.03.1997, 4 с.); тĕп вулавăш (Х-р, 27.12.2001, 1 с.); — вулавăш фончĕ (Х-р, 12.04.2001, 1 с.); вулавăшăн лекци залĕ (Х-р, 17.10.2001, 1 с.); вулавăш çурчĕ (Х-р, 19.02.2002, 3 с.).

вулавăшçă

ç.с. Вулавăшра (библиотекăра) ĕçлекен çын; библиотекарь. Чăваш çыравçисемпе вулавăшçисен пĕр ушкăнĕпе авалхи ПăлхарЧăваш патшалăхĕ сарăлса выртнă сăваплă çĕрсене çитсе куртăмăр. А.Т.-Ыхра //Х-р, 1.12.1998, 3 с.

вырсарни

вырсарни шкулĕ, ç.я. Эрнере пĕрре — выр-сарникун — вĕренмелли шкул (диаспорăра (туп.) ачасене чăваш-ла вĕрентмелли майсенчен пĕри). Вырсарни шкулне пулăшма [Пу-çелĕк]. Х-р, 20.09.1996, 1 с. Хусанта вырсарни шкулне уçнă. ÇХ, 1997, 50 /, 5 с. Самарта, Тольяттире чăвашсен вырсарни шкулĕ-сем лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. Я-в, 1999, 11—12 /, 117 с.

гильди

ч.с., Ĕçтешсен (туп., 1) пĕрлешĕвĕ. Республикăри сĕтел-пукан тăванкансен гильдийĕн президенчĕ, «Мария» фирмăн директорĕ Н.Тувалкин. Х-р, 15.08.2000, 3 с. Раççейри Адвокатсен гильдийĕн адвокачĕ В.Пастухов. Х-р, 11.09.2001, 2 с. В.Фадеев ... «Медиа Союз» пĕрлешĕвĕн «Ĕçлĕ журналистика» гильдийĕн ертӳçи. Х-р, 16.10.2001, 1 с. Чăваш Республикинчи ремесленниксен гильдийĕн председателĕ Э.Иванова. Х-р, 27.06.2003, 3 с.

гимнази

ч.с. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ панисĕр пуçне гуманитари, эстетика е физика-математика предмечĕсене тĕплĕ вĕрентни тата çавăн пек шкул. Наци лицейĕсемпе гимназийĕсем йĕркелени питĕ вырăнлă. Х-р, 21.10.1992, 4 с. Ачăрсене Шупашкарти лицейсене, гимназисене вĕренме ярсан вĕсемшĕнех лайăх пулĕ. ÇХ, 27.02.1998, 1 с. Шкул хыççăн эпĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи гимназие вĕренме кĕтĕм. Т-ш, 1999, 48 /, 3 с. — каçхи гимнази (Х-р, 2.09.1992, 2 с.); чăваш-нимĕç гимназийĕ (Т-ш, 1999, 44 /, 3 с.).

гимнази-шкул

ç.с. Гимнази (туп.) йышши классемлĕ шкул. Муркашри гимнази-шкулта вĕренекен хĕр ... официаллă майпа арăм пулса тăнине астăватăп. ХС, 6.03.1998, 4 с. И.Я.Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕрĕн 150 çулхи юбилейне Пелепейри чăваш гимнази-шкулĕнче те ирттерме хатĕрленеççĕ. УС, 10.04.1998, 1 с. Шупашкарти 49-мĕш гимнази-шкулта гумани-тари класĕнче вĕренет вăл. ÇХ, 1993, 12 /, 12 с.

дан

ç.с., спорт. Тухăç кĕрешӳ мелĕсенчи ăсталăх шайĕн виçи-палли; разряд. Пиллĕкмĕш дан кĕрешӳçĕ ăсталăхĕ çӳллĕ шая çĕкленнине пĕлтерет, хура пиçиххи çыхма ирĕк парать. Х-р, 4.03.1994, 1 с. Халĕ Чăваш Республикинче 3-мĕш дан илнĕ ентешĕмĕр те пур. ÇХ, 1998, 45 /, 2 с. В.Гришин иккĕмĕш дана тивĕçнĕ. Х-р, 2.03.2000, 4 с. Пирĕн командăн ертӳçине В.Тимофеева IV дан экзаменне тытни çинчен сертификат пачĕç. ÇХ, 2000, 6 /, 11 с.

дедовщина

ç.с. Асаттелĕх (туп.). Вăрçи çеç мар, «дедовщина» алхасни те хăратать çамрăксене. Х-р, 6.02.1997, 4 с. Халиччен чăваш драматургийĕнче «дедовщина» темине хускатманччĕ-ха. ÇХ, 1998, 50 /, 9 с. Мĕншĕн вĕлернĕ. Сăлтавĕ — паянхи çарта тарăн тымар янă «дедовщина». Х-р, 29.04.1999, 2 с. Ун чухне салтакра «дедовщинăпа» «землячество» мĕнне илтмен те. ÇÇ, 2000, 4 /, 4 с.

демократизаци

п.с. Çĕршыва демократилени, гражданла обществăн тата право патшалăхĕн паллисене çирĕплетсе пыни, çын прависемпе ирĕкĕсене пурнăçа кĕртни. Хальхи вăхăтри ансатах мар пурнăçа çĕнетӳ, хуçалăх расчечĕ, демократизаци, уççăнлăх сăмахсемсĕр ăнланма çук. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Хрущев вăхăтĕнче пуçланнă демократизаци юхăмĕ чăваш критикине те хăюллăрах шухăшлав вĕрсе кĕртнĕ. ТА, 1990, 12 /, 62 с. — демократизаци тапхăрĕ, демократизаци процесĕ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 4 с., 21 с.).

диаспора

ç.с. Халăхăн тĕп йышĕнчен уйрăм — патшалăх е республика тулашĕнче — пурăнакан пайĕ; тулайри (туп.) этнос ушкăнĕсем. Платформа [КПССăн наци политикин плат-форми] проектĕнче наци диаспорисен (халăхсен сапаланчăк ушкă-нĕсен) нушисене тивĕçтересси пирки каланă. М.Скворцов //КЯ, 19.09.1989, 2 с. Инçетри чăваш диаспорин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне хаçат-журналта çутатма пикентĕмĕр. Х-р, 7.10.1992, 3 с. Чăваш диаспори йĕркеленнĕ тапхăрсемпе сăлтавсем [Пуçелĕк]. ЧТ, 31.01.1998, 2 с. Иртнĕ çулсенче чăваш дисапоринчи шкулсене вĕрентӳ пособийĕсемпе тивĕçтерсех тăраттăмăр. ХШ, 1998, 3 /, 108 с. — тутар диаспори (Х-р, 8.10.1992, 2 с.); — диаспора делегацийĕ (ÇХ, 31.01.1998, 1 с.); диаспора çынни (ÇХ, 27.02.1998, 5 с.).

дивизион

ç.п.,спорт. Спорт вăййин (футбол, баскетбол) ăмăртăвне хутшăнакан командăсен ăсталăх ушкăнĕ. Республика чемпионачĕн аслă дивизионĕнче матчсен календарĕ пăсăлчĕ. Х-р, 25.08.1998, 4 с. Чăваш Республикинчи футбол чемпионачĕ вĕçленчĕ. Пĕрремĕш дивизионра 16 район ... команди хутшăнчĕ. ÇХ-рĕ 8.12.1999, 4 с. «Волжанка» пĕрремĕш дивизионра пур кăтартусемпе те малти вырăна тухрĕ, çитес çул аслă дивизионра выляма ирĕк çĕнсе илчĕ. ÇХ, 1999, 42 /, 11 с. Пĕрремĕш лигăри «Центр» дивизионта вылянă «Букет Чувашии» баскетбол команди çурма финала тухрĕ. А-и, 2000, 1 /, 9 с.

дипломçă

ç.с. Аслă (е ятарлă вăтам) шкулăн юлашки курсĕнче вĕренекен çын; диплом ĕçне хатĕрлекен е хӳтĕлекен студент. Ăсчахсемпе методистсенчен йĕркеленĕ комисси диплом-çăсем чăваш чĕлхипе литератури учителĕн ятне тивĕçлине çирĕплетрĕ. Х-р, 19.06.1997, 2 с. Дипломçăсем чăвашсен иртнĕ вăхăтри çыравçисене кăна мар, паянхи сăвăç-калавçисен... пултарулăхне те тарăннăн тĕпчеççĕ. АМХ, 2000, 8—10 /, 10 с.

дискотека

п.с. Çамрăксем ятарлă вырăна пухăнса, кĕвĕ ярса ташлани; ташă каçĕ. Вокалпа инструментсен ансамблĕсемпе дискотекăсем пирки те каласа хăварас килет //Я-в, 1985, 1 /, 2 с. В. Станьял тĕрлĕ мероприятисем сĕнет, ... вĕрентӳрен пуçласа юрă-ташă, дискотека, фестивальсем таранах. Х-р, 10.12.1996, 3 с. Кашни кунах, хĕрпе каччă пек, клуба, дискотекăсене каяттăмăрччĕ. Вăл дискотекăна ертсе пыратчĕ. ÇХ, 1999, 3 /, 10 с. Çур çĕр иртни пĕр сехетченех шавласа кĕрлет дискотека. ПÇ, 2.09.2000, 4 с. — шавлă дискотека (ÇХ, 1997, 50 /, 8 с.); чăваш дискотеки (К-н, 2001, 20 /, 8 с.); — дискотека ирттер (ÇХ, 1998, 46 /, 5 с.); дискотекăра паллаш (ÇХ, 1998, 47 /, 8 с.); дискотекăна чĕн (ТА, 2002, 5 /, 16 с.).

донор

ç.п.,куçăм. Хăйĕнчен чухăнраххисене укçа-тенкĕпе пулăшакан область, республика е çĕршыв. Чăваш ен хăйĕн пенсионерĕсене тивĕçтермелли суммăн 51 процентне кăна хăйĕнчен кăларать, ыттине донорсенчен илсе тăрать. Х-р, 13.02.1997, 1 с. — донор-çĕршыв (Х-р, 4.10.2000, 4 с.).

драмăла

п.в. 1. Тарăн шухăшлă спектакль пек йĕркеле, драма евĕрлĕ ту. Авалхи чăваш туйĕдрамăланă, поэзиленĕ йăла-йĕрке уявĕ. ЧС, 1994, 8 кл., 17 с. 2. Лару-тăрăва çивĕчлет, йывăрлатса кăтарт; драматизациле. Çакăнта нимĕн те драмăлама е политика харкашăвĕ шырама кирлĕ мар. Х-р, 5.08.2000, 2 с. — ВЧС, 1971, 174 с.

драмтеатр

ç.с., кĕск. Литература хайлавĕсене (пьесăсене) сцена çинче выляса кăтартакан учреждени; драма театрĕ. Драмтеатр çуртĕнче иртекен юбилей каçне те хутшăнмасăр юлма çук. ХС, 1999, 130 /, 1 с. Çичĕ çул К.Иванов ячĕллĕ драмтеатрта артистра ĕçлерĕм. Ар, 2001, 7 /, 1 с. — Чăваш академи драмтеатрĕ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 187 с.).

дубляж

п.с. Кинофильма е хаçата тепĕр чĕлхене куçарса кăларни; куçару. Çав вăхăтрах [фильмсен] дубляж пахалăхĕ пирки асăрхаттарусем нумай килеççĕ. КЯ, 21.05.1989, 3 с. Чăваш районĕсенче чăвашла хаçат дубляжпа тухни — наци туйăмне кӳрентерни. Х-р, 3.03.1993, 2 с. «Хресчен сасси» дубляжĕ пулĕ-и вăл е расна хаçат-и. Х-р, 21.02.1997, 3 с. Вăрçă хыççăн кинокартинăсене чăвашла калаçтарасси тапранса кайрĕ. «Дубляж» сăмах килсе кĕчĕ. Г.Ефимов //Х-р, 7.10.2000, 4 с. — дубляж-хаçат (ÇХ, 1999, 3 /, 1 с.); дубляж хаçачĕ (Х-р, 3.11.1999, 4 с.).

ельцинизм

ç.с., тирк. 1991—1999 çулсенче Раççей Президенчĕ пулнă Б.Н.Ельцин таврашĕ тата вĕсем тытса пынă политика. Пĕчченлĕхри нишлĕ ватлăх Раççейрен ельцинизмпа пĕрле кайĕ. Ч-х, 1999, 14 /, 2 с. Чăваш президенчĕ Ельцин кунĕсем пĕтсе пынине тата Раççейри ельцинизм анăçри ятарлă службă-сене ... пулăшма хушасса туйнă пулас. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с. Вĕсен сăнĕсенче ельцинизмăн хуп-хура паллисем. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.

ентешлĕх

п.с. Çуралнă вырăнтан аякра пурăнакан ентешсен пĕрлĕхĕ; çĕртешлĕх. Чылай сӳтсе явнă хыççăн «ентешлĕх» тумалли шухăшпа тăваттăш те килĕшрĕç. П.Осипов, 1971, 345 с. Ентешлĕхсем, общинăсем хулара [Питĕрте] йĕркеленсе, чăмăртанса пынă тапхăр. Х-р, 6.09.1996, 3 с. Тав, ентешлĕх! Эс пире чĕнсе пухрăн пĕр çĕре. Ç-т, 1998, 2 /, 8 с. «Шупашкар таврашĕ» ентешлĕхĕн ĕç планĕнче ... çул-йĕр музейне уçасси тăрать. ЧЕ, 1999, 8 /, 5 с. — ентешлĕх туйăмĕ (Х-р, 10.10.1992, 2 с.); ентешлĕх тымарĕ (Х-р, 28.02.1997, 4 с.); — чăваш студенчĕсен ентешлĕхĕ (Я-в, 1990, 6 /, 13 с.); ял ентешлĕхĕ (ХС, 1999, 13 /, 3 с.); Вăрнар районĕн Шупашкарти ентешлĕхĕ (Т-ш, 1998, 13 /, 9 с.); Шупашкарти Трак ентешлĕхĕ (ХС, 1999, 1 /, 2 с.).

застой

ç.с. Аталанусăр тапхăр (туп.), пăнтăх вăхăт (туп.). Халĕ те çав çынсем ... застой вăхăтĕнчи йăла-йĕркесене тепĕр хут чĕртсе яма хăтланаççĕ. К-н, 1988, 17 /, 2 с. Рынок тени сентресем çине «застой» вăхăтĕнченех курман паха çимĕçсене те кăларса хучĕ. Х-р, 15.06.1993, 1 с. «Застой» тесе тиркекен вăхăтсенче Чăваш писателĕсен союзĕ çулсерен ... литературăпа культура эрнине йĕркеленĕ. ЧÇ, 15.03.1996, 2 с. — застой тапхăрĕ (ТА, 1988, 10 /, 6 с.); «застой» текен тапхăр (КЯ, 17.08.1991).

зороастризм

п.с. Авалхи ирансен сăваплă вута (вут амана)чыслакан, ырăпа усал кĕрешĕвне тĕпе хуракан тĕн йĕрки; сартăш (Заратушра) тĕнĕ. Вĕсен [чăвашсен] пурнăçĕнче ... пуринчен ытла зороастризм витĕмĕ пысăк пулнă. Н.Наумов //Я-в, 1990, 7 /, 26 с. Кунта чăвашсен авалхи тĕнĕпе пĕрлех зороастризмпа буддизм витĕмĕ те çук мар-тăр. ТА, 1990, 9 /, 66 с. Чăваш несĕлĕсем иран йăхĕсем пурăнакан вырăна куçса килсен, киремет тĕнĕ вырăнти зороастризм ĕненĕвĕн витĕмне лекнĕ. Х-р, 16.08.2000, 4 с. «Тимĕр тылăра» зороастризм календарĕн йĕрĕсем пур. Я-в, 2000, 4 /, 55 с.~~

икчĕлхелĕх

ç.с. Икĕ чĕлхе килĕшӳлĕхĕ (икĕ чĕлхепе тухăçлă усă курни, икĕ чĕлхе вĕренни т.ыт.те). Икчĕлхелĕхе, урăхла каласан, вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхине вĕрентессине пĕр енлĕ ăнланнă. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Республикăри хаçат-журналсенче наци историйĕн ыйтăвĕсемпе икчĕлхелĕх ... çинчен уçăмлă калаçусем пуçланчĕç. КЯ, 24.05.1989, 4 с. Икчĕлхелĕх вăл — вырăс чăваш чĕлхине патшалăх чĕлхи вырăнне хурса хисеплени, чăвашвырăсăнне. Х-р. 8.10.1992, 2 с. Чĕлхе саккунне йышăннă чухнех калаттăмăр, икĕчĕлхелĕх пĕр енлĕ мар, икĕ енлĕ пулмалла. ÇХ, 15.05.1998, 5 с. — икчĕлхелĕх тапхăрĕ (КЯ, 15.05.1988, 4 с.); икĕчĕлхелĕх самани (Я-в, 1991, 25 с.); — наци-вырăс икчĕлхелĕхĕ (КЯ, 15.12.1988, 3 с.);

икĕчĕлхелĕх

ç.с. Икĕ чĕлхе килĕшӳлĕхĕ (икĕ чĕлхепе тухăçлă усă курни, икĕ чĕлхе вĕренни т.ыт.те). Икчĕлхелĕхе, урăхла каласан, вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхине вĕрентессине пĕр енлĕ ăнланнă. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Республикăри хаçат-журналсенче наци историйĕн ыйтăвĕсемпе икчĕлхелĕх ... çинчен уçăмлă калаçусем пуçланчĕç. КЯ, 24.05.1989, 4 с. Икчĕлхелĕх вăл — вырăс чăваш чĕлхине патшалăх чĕлхи вырăнне хурса хисеплени, чăвашвырăсăнне. Х-р. 8.10.1992, 2 с. Чĕлхе саккунне йышăннă чухнех калаттăмăр, икĕчĕлхелĕх пĕр енлĕ мар, икĕ енлĕ пулмалла. ÇХ, 15.05.1998, 5 с. — икчĕлхелĕх тапхăрĕ (КЯ, 15.05.1988, 4 с.); икĕчĕлхелĕх самани (Я-в, 1991, 25 с.); — наци-вырăс икчĕлхелĕхĕ (КЯ, 15.12.1988, 3 с.);

имидж

ç.с. Пĕр-пĕр çыннăн, йышăн, вырăнăн т.ыт. халăх ăс-тăнĕнче (хăй тĕллĕн е ятарлă витĕмпе) ӳкерĕннĕ пайăр сăн-сăпачĕ. Унăн [совет халăхĕн] имиджĕ валли пур атрибута та хатĕрлесе çитернĕччĕ... Х-р, 3.10.1992, 2 с. Политикăра «вилес мар» тесен яланах сăнарнаимиджнаçĕнетсе тăмалла. ÇХ, 1997, 28 /, 2 с. Асăннă преступлени Чăваш Республикин имиджне, лăпкă регионăн ятне самаях хавшатрĕ. ÇХ, 2000, 39 /, 3 с. Санăн имидж пулсан, эс сцена çине тухсанах шăпăрр! алă çупĕç. Ар, 2001, 9 /, 2 с. — политикăн имиджĕ (ÇХ, 1997, 28 /, 2 с.); çĕнĕ имидж (ÇХ, 1999, 1 /, 5 с.); интереслĕ имидж (ÇХ, 1999, 8 /, 8 с.); — имиджа улăштар (ÇХ, 2001, 47 /, 10 с.; ÇХ, 2002, 23 /, 8 с.).

имлĕх

п.с. Сывлăхшăн усăллă витĕм; сиплĕх. Каç выртсан та канлĕх çук, ир выртсан та имлĕх çук. А.Артемьев, 1963, 196 с. Сывă ӳсрĕм эп сан [çуралнă ялăн] имлĕхӳпе. Г.Юмарт //Я-в, 1995, 10 /, 116 с. Чăваш кĕвви ... ĕрчевлĕ сертепе пултра-нăн ирех килен имлĕхĕнче. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 18 с.

инаугураци

ç.с. Суйлавра çĕнтернĕ президент е кĕпĕрнаттăр ĕçе пуçăннă кун ирттерекен официаллă йăла-йĕрке (ĕнентерӳ хутне илни, тупа туни т.ыт. те). Депутатсем Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.Федоров ĕçе официаллă йĕркепе пуçăннă ятпа ирттернĕ инаугураци церемонине хутшăнчĕç. Х-р, 22.01.1994, 2 с. ЧР Президенчĕ Н.Федоров ĕçе тытăнассипе çыхăннă чаплă церемони иртрĕ. Ăна инаугураци теççĕ. Т-ш, 1998, 3 /, 1 с. Должноçа кĕнĕ ятпа ирттерекен шавлă ĕçкĕ-çикĕ (халь ăна «инаугураци» теççĕ). Ар, 2001, 6 /, 1 с. Мускав облаç кĕпĕрнаттăрĕн Б.Громовăн инаугурацийĕ. ÇХ, 2000, 5 /, 2 с.

инвестор

п.с., экон. Инвестици (капитал) хывакан çын е юридици сăпачĕ (туп.). Инвесторсене суйласа илмелли конкурс; инвесторсен условийĕсене тĕпе хурса тунă килĕшӳ. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Эпĕ хам инвесторсем тупма тăрăшрăм, мĕншĕн тесен Раççей çав завода пăрахрĕ. Х-р, 22.02.1997, 1 с. Тулашри инвесторсем Чăваш ене инвестици хывĕç-ши ун чухне. ХС, 1999, 15 /, 2 с. Завода «Лидер-Трейдинг» компани ячĕпе инвесторсем килнĕ. ЧÇ-й, 2001, 2 /, 4 с. — инвесторсене явăçтар (Х-р, 29.05.2001, 2 с.); инвесторсене шыра (Х-р, 23.08.2001, 2 с.); инвесторсен пулăшăвĕ (Х-р, 16.11.2001, 1 с.). — ВЧС, 1971, 254 с.

интеллектуал

п.с. Ăс-тăн ĕçĕпе, ăс-хакăл туртăмĕпе пурăнакан çын; тăнлă çын. Анчах çак интеллектуалсен те ӳсĕм чирĕ çук мар иккен. В.Паймен, 1968, 10 с. Çапла, хама интеллектуал тенине пĕрремĕш хут илтетĕп. А.Емельянов, 1990, 277 с. Ют çĕршывсенче пурăнакан ... интеллектуалсем чăваш халăхĕ пирки ытларах пĕлме тăрăшни сисĕнет-и. Я-в, 1990, 9 /, 15 с. Раççейре хăюллă политиксем, интеллектуалсем ... пур. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. — интеллектуал ĕçĕ (Х-р, 18.10.1996, 2 с.).

интернет

ç.с. Тĕнчери компьютерлă çыхăну тытăмĕ тата информаци çăлкуçĕ. Компьютерпа ĕçлетĕп те пушă вăхăт тупăнсан Интернета кĕрсе каятăп. Т-ш, 1999, 8 /, 11 с. Ыйтусен анкетине Интернета кĕртрĕмĕр. ÇХ, 1999, 13 /, 8 с. Пирĕн республикăра та Интернет системи пысăк утăмсем тăвать. Чăваш патшалăх университетĕнче Интернет класĕсем уçăлнăранпа çур çул çитет. ХС, 1999, 20 /, 1 с. Курав материалĕсем ... пĕтĕмпех Интернетра пулĕç. Çак ĕçе туса ирттерме пире ЧПУн Интернет центрĕ пулăшĕ. Х-р, 9.08.2000, 4 с. — Интернетри сайтсем (ÇХ, 2000, 38 /, 4 с.); Интернетпа çыхăннă компьютер (Х-р, 18.09.2001, 4 с.); Интернет-проект, Интернет версийĕ (Х-р, 22.11.2001, 2 с.); Интернет хутлăхĕ (Х-р, 25.04.2002, 1 с.); Интернет пӳлĕмĕ, Интернет салонĕ (ПÇ, 23.04.2003, 2 с.).

интим

ç.с., калаç. Арлăх хутшăнăвĕ; савăшу (туп.). Кайран, ытти пĕлтерӳсенчи пекех, çапла кукăртса хутăм, «Интим сĕнме кирлĕ мар». ÇХ, 1997, 46 /, 5 с. Халиччен чăваш эстрадинче кунашкалли пулманччĕ! Лотерея вылявĕ, стриптиз, интим «сценисем»... ÇХ, 1998, 49 /, 2 с. Интимра çĕнĕлĕхсене яхăнне те яман арçынсем. ÇХ, 2000, 38 /, 8 с. — интим ыйтăвĕсем (С-х, 2001, 32 /, 4 с.).

информатика

ç.с. ЭВМпа т.ыт. майсемпе усă курса ăслăх информацине пухмалли, упрамалли тата сармалли мелсене тĕпчекен ăслăлăх. Информатика хальхи вăхăтра кирек мĕнле наукăран та чылай хăвăртрах аталанса пырать. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Лицейре эсĕ информатикăпа интересленетĕн. Т-ш, 1998, 12 /, 4 с. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнчи радио-электроникăпа информатика факультетĕнче вĕренет. Ч-х, 1999, 14 /, 7 с. — информатика курсĕ (ТА, 1989, 9 /, 59 с.); информа-тика предмечĕ (ÇХ, 27.02.1998, 1 с.); информатика урокĕ (Т-ш, 1998, 12 /, 4 с.); информатика кабинечĕ (Х-р, 10.10.1998, 6 с.); информатикăпа вĕрентекен (ТА, 1989, 9 /, 59 с.); информати-ка учительници (ÇХ, 2001, 14 /, 4 с.); информатика культури (Х-р, 4.09.1996, 4 с.); информатикăпа шутлав техники (Х-р, 25.08.1998, 2 с.).

итлевçĕ

п.с. Итлекен, тăнлакан, тимлекен çын. Калавçă хăйĕн халапне такмакланă хушăра та вулавçăсене (итлевçĕсене) асран ямасть. Н.Петров //Чăваш илемлĕ лит-ра чĕлхи, 1978, 98 с. Авторсем ... итлевçĕ е вулавçă çинчен мансах кайнă. И.Павлов //КЯ, 27.03.1991, 2 с. «Эпĕ çыртăм сăввине, эсир тупăр юррине», тет автор [М.Федоров] вулавçа, итлевçе. Х-р, 18.11.1998, 3 с.

ишевçĕ

п.с. Ишев ăмăртăвне хутшăнакан е ахаль ишекен çын. Чим, ишевçĕ пулăп эп, ишĕп кăртăш пулă пек. А.Савельев-Сас, 1981, 8 с. Ишевçĕсен ăмăртăвĕнче пирĕн спортсменсем пĕрремĕш вырăна тухаймарĕç. Х-р, 19.06.1997, 4 с. Чăваш ишевçисем Раççей чемпионатĕнчен таврăнчĕç. ÇХ, 1999, 11 /, 12 с. Çу кунĕсенче хаçатра çамрăк ишевçĕсем валли «Дельфин канашĕсем» кĕтес тухса тăнă. Т-ш, 2000, 31 /, 9 с. — ВЧС, 1971, 513 с.; Егоров, 1960, 271 с.

йĕркеленӳ

п.с. Обществăлла пĕрлешӳ е патшалăх учрежденийĕ; организаци. Шупашкарти пĕчĕк хуçалăх йĕркеленĕвĕсен ассоциацийĕн генеральнăй директорĕ. Х-р, 16.09.1992, 4 с. Пĕтĕм Раççейри «Афганистан ветеранĕсен Раççей Союзĕ» обществăлла организацин Чăваш Республикинчи йĕркеленĕвĕн правлени председателĕ. ÇХ, 1999, 13 /, 2 с. — танл., Егоров, 1954, 61 с.

йӳркĕн

п.с. Куçса çӳрекен, пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнман (халăх, йăх). Чăваш халăхĕ вырăнта пурăннă финн-угр йăхĕсемпе ютран килнĕ йӳркĕн тĕрĕк халăхĕсем хутшăннипе пулса кайнă. XШ, 2000, 4 /, 106 с. Тата куян чупса çӳрет унтапур йӳркĕн йăх пекех ăратлă. А.Т.-Ыхра, 2001, 67 с. — йӳркĕн халăх (Х-р, 21.11.1991).

калăпла

п.п. Ăстала, ăслăла, хайла, хатĕрле. Приказ хыççăн приказ калăплама тытăннă, «...хăтарас!», «...кăларас!» К-н, 1977, 24 /, 2 с. Сăвăсем те ярăмларăн, повеçсем те шăрçаларăн, кулăшсем те ăсталарăн, халь мĕскер-ши калăплатăн. К-н, 1985, 9 /, 6 с. Пултарулăх çурчĕсенче романсем «калăпласа» лараймарăм. Х-р, 22.09.1998, 3 с. Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче ĕçлет, тĕрлĕ роль калăплать. Ар, 2001, 6 /, 3 с. — сăнар калăпла (Я-в, 1976, 3 /, 25 с.; ТА, 1990, 9 /, 66 с.; Г.Федоров, 1996, 16 с.; Ар, 2001, 14 /, 1 с.); — çăхав калăпла, жалоба калăпла (В.Енĕш, 1986, 85 с.), кĕнеке калăпла (Х-р, 11.12.1998, 2 с.).

калу

п.с. Сăнласа пани, каласа кăтартни; калав. Э-э, ун пурнăçĕ ... хăй тепĕр калу. С.Шавлы, 1968, 56 с. Эпикăлла хайлав-сенчи чĕлхепе пуплеве ăнкарма калу (повествовани) ... çинчен пĕлсе тăмалла. Г.Федоров, 1994, 7 с. Тин çеç юмах-халап çулĕпе чупма пуçланă калу [«Арçурире»] чăваш хресченĕн кулленхи пурнăçне сăнланипе ылмашăнать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. Калу пĕлтерĕшĕ чăнах та пысăк кунта [хайлавра]. Х-р, 27.12.2001, 4 с.

кантурçă

п.с., калаç. Кантурта,хуçалăхпа финанс ыйтăвĕсене татса паракан çĕрте ĕçлекен çын; тиек (туп.), чиновник. Çак аптраман чăваш пупсемпе пуянсенчен, куштан-семпе хыт кукарсенчен, патша кантурçисенчен куç умĕнчех йĕкĕлтесе кулнă. В.Ахун, 1977, 81 с. Анчах лав вырăнтан тапранмасть, ... кантурçă-хыснаçăсене хĕтĕртсе тăмалла. Х-р, 10.12.1996, 3 с. Кĕçех вырăнти чиновник-кантурçăсем пирки тивĕçлĕ органсем уголовнăй ĕç пуçараççĕ. К-н, 1999, 3 /, 4 с.

каратист

ç.с. Каратэпе аппаланакан, каратэ ăслайĕсене пĕлекен çын. Каратист — чи çивĕч, чи йăрă çын. Д.Гордеев, 1988, 274 с. Каратист мар пулсан, политик та пулас çук тейĕн. ÇХ, 1997, 28 /, 2 с. Федоров президент каратист-и. [Пуçелĕк]. Х-р, 7.05.1998, 4 с. Надя çамрăк поэтесса та, каратистка та. Т-ш, 1999, 32 /, 1 с. — вырăнти каратистсем (А-и, 1991, 24 /); Чăваш ен каратисчĕсем (Т-ш, 1999, 4 /, 11 с.); чăваш каратисчĕ (Х-р, 16.08.2000, 4 с.); — каратистсен турнирĕ (ÇХ, 1997, 48 /, 2 с.); каратист-тренер (Ар, 2002, 19 /, 1 с.).

кăтартмăш

п.с. Пĕр-пĕр ыйтупа çыхăннă япаласене е пулăмсене кĕнекере кĕскен асăнса тухни; указатель. Юмах сюжечĕсен кăтартмăшĕнче (указателĕнче) ... 449 сюжет шутланать. ЧХС, 1973, 1 т., 9 с. Ку кăтартмăша Чăваш Республикин кĕнеке палатинчи картотекăра упранакан хыпарсем тăрăх хатĕрленĕ. ЧЛК, 1998, 45 с. В.Г. Егоровăн «Чăваш чĕлхи çинчен çырнă ĕçсен кăтартмăшĕ» ... те интереслĕ. Н.Егоров // ХШ, 2000, 4 /, 102 с. Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ (çулсен кăтартмăшĕ). В.Станьял, 2001, 62 с. — чăвашла-вырăсла кăтартмăшсем (Х-р, 13.02.1997, 3 с.)

кăтарту

ç.п. Халăха пухса çĕнĕ япалапа, пултарулăх ĕçĕпе чаплăн паллаштарни; презентаци, хăтлав. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Сăра музейĕнче ятарлă кăтарту пулĕ. Х-р, 20.06.2000, 2 с. А.Тимофеев-Ыхран «Çырусем» ... кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Ун умĕн ... В.Пушкин пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури» учебник-хрестоматин кăтартăвне йĕркеленĕччĕ. Х-р, 19.10.2001, 4 с.

квотăла

ç.с. Мĕнĕн те пулин тӳпине (виçине, нор-мине) палăрт; квота çирĕплет. «Чăваш Республикинчи орга-низацисенче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен» Чăваш Республикин Саккунĕ. Х-р, 9.01.2003, 2 с.

керем

ç.с. Кĕлĕ ирттермелли сăваплă çурт е вырăн; храм. Якуркка Микихверĕ мăчавăр шучĕпе, пулас этнокультура паркĕ керем те пулма пултарать. Х-р, 15.02.1996, 1 с. Чăваш наци конгресĕ, керем лартас ыйтăва ... ырларĕ, ятарлă йышăну турĕ. ТА, 2002, 5 /, 63 с.

кĕвĕ-çемĕ

п.с. Кĕвĕ-юрă, музыка, мусăк. Алăк хупăнать, кĕвĕ-çемĕ чарăнать. Г.Ефимов, 1960 (Акăшпи), 37 с. Хальччен çунатлантарнă кĕвĕ-çемĕ чуна ыраттарать. Д.Гордеев, 1988, 259 с. Ф.П.Павловпа С.М.Максимов чăваш кĕвви-çеммине тăван чĕлхепех самай çыпăçуллă тишкерме пултарнă. ХЭ, 1996, 142 с. Пушă вăхăтра сăвă çыратăп, кĕвĕ-çемĕ итлетĕп. Т-ш, 1998, 3 /, 11 с. — юрă-ташă кĕвви-çемми (Ю.Скворцов, 1978, 35 с.); çамрăксен кĕвви-çемми (Хв.Агивер, 1984, 185 с.); ют çĕршывсенчи кĕвĕ-çемĕ (К-н, 1987, 22 /, 2 с.); — кĕвĕ-çемĕ терминĕсем (ХЭ, 1996, 142 с.); кĕвĕ-çемĕ уявĕ (Т-ш, 1998, 10 /, 3 с.).

кĕретсĕр

ç.с. Кулленхи ĕçрен хăпмасăрах аслă (е ятарлă) шкулта вĕренсе пымалли май; куçăн мар (туп.), заочно. Вăл ... пед-институтăн вырăс уйрăмĕнче кĕретсĕр вĕренет. ХШ, 1998, 4 /, 89 с. Кĕретсĕр тата каçхи уйрăмсене ... университета калаçу йĕркипе вĕренме йышăнаççĕ. Т-ш, 1998, 11 /, 1 с. 1974 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен кĕретсĕр (заочно) вĕренсе тухать. Çт, 1999, 5—6 /, 23 с. — кĕретсĕр шкул (Т-ш, 2001, 49 /, 4 с.).

кĕрешӳ

ç.п. е чĂваш кĔрешĔвĔ, ç.я. Чăваш халă-хĕн вăй-хал виçмелли, тытăçмалли мелĕсене тĕпе хуракан тупăшу (туп.) ăсталăхĕ; наци спорчĕн тĕсĕ. Чăваш кĕрешĕвне шкулта вĕренмелле [Пуçелĕк]. Х-р, 25.02.1997, 4 с. Çĕнĕ Шупашкарта «кĕрешӳ» чăваш наци спорчĕ вăй илсе те аталанса пырать. Т-ш, 1998, 8 /, 10 с. Чăваш халăх кĕрешĕвĕн регионти «Кĕрешӳ» фе-дерацийĕ. А-у, 2001, 1 /, 2 с. Паян Çĕнĕ Шупашкар спорт комп-лексĕнче чăваш кĕрешĕвĕн ăмăртăвĕ иртет. Х-р, 25.04.2002, 3 с.

киреметçĕ

п.с. Киремете пуç çапакан, чăваш тĕнĕпе пурăнакан çын. Парăнми çав киреметçĕсен сыпăран сыппа, йăхран йăха тухнă витĕмлĕ чĕлхеçĕсем. П.Хусанкай, 1968, 225 с. — Кала-ха, киреметник, лайăха-и çак е начара.ыйтать вăл [пуп] Кукша Чаканран. К-н, 1974, 19 /, 19 с. Хальхи киреметçĕсем çураçайми хире-хирĕç тăратнă икĕ Йăвана [И.Яковлевпа И.Юркина] — вĕрентӳçĕпе писателе — пĕрлештерекенни те пур. В.Егоров //Х-р, 16.08.2000, 4 с.

киреметник

п.с. Киремете пуç çапакан, чăваш тĕнĕпе пурăнакан çын. Парăнми çав киреметçĕсен сыпăран сыппа, йăхран йăха тухнă витĕмлĕ чĕлхеçĕсем. П.Хусанкай, 1968, 225 с. — Кала-ха, киреметник, лайăха-и çак е начара.ыйтать вăл [пуп] Кукша Чаканран. К-н, 1974, 19 /, 19 с. Хальхи киреметçĕсем çураçайми хире-хирĕç тăратнă икĕ Йăвана [И.Яковлевпа И.Юркина] — вĕрентӳçĕпе писателе — пĕрлештерекенни те пур. В.Егоров //Х-р, 16.08.2000, 4 с.

клип

ç.с. Видеоклип (туп.). Ыран суйлав тенĕ каç Ельцинăн юлашки клипне [телевиденипе] пачĕç. ÇХ, 1997, 28 /, 2 с. Çак ... юрăпа ӳкернĕ икĕ клипа телевиденипе кăтартнă ĕнтĕ. Т-ш, 1998, 9 /, 12 с. «Юрату» ушкăн ... Чăваш телевиденийĕпе пĕрле пилĕк клип ӳкернĕ. Х-р, 11.08.2000, 4 с. — клип кăлар (Т-ш, 1998, 9 /, 12 с.); клип кур (Т-ш, 1998, 6 /, 5 с.); клип пăх (ÇХ, 2001, 49 /, 8 с.); клип презентацийĕ (ÇХ, 2001, 47 /, 5 с.); клипсенче ӳкерĕн (Х-р, 29.04.2003, 3 с.).

кнеç

п.в. Пĕр-пĕр хутлăх пуçлăхĕ; князь. Пĕчĕк пухусенче каланисене пирĕн «кнеçсем» илтмеççĕ. П-н, 1990, 2 /, 1 с. Кнеç мар, хресченсухаçă та утарçăпулнă вăл. Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с. Владимир кнеç ячĕпе лартнă палăк уйрăмах килĕшрĕ. Х-р, 19.01.1999, 3 с. Хусан ханлăхĕнче чăваш хушшинчен тухнă тавралăх кнеçĕсем (пӳсем), вырăнти кнеçсем (çĕрпӳсемпе вунпӳсем), турхансем сахал пулнă. Я-в, 2000, 5 /, 49 с. — кнеç хĕрĕ (Х-р, 8.10.1998, 3 с.); кнеçсен влаçĕ (Х-р, 18.07.2001, 2 с.); — удел кнеçĕ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.); вырăс кнеçĕ (Г.Юмарт, 2001, 12 с.); аслă кнеç (Х-р, 17.07.2001, 2 с.).

коммерциле

ç.с. Хăй- тĕллĕнлĕхе (туп.) тата рынок хутшăнăвĕсене тĕпе хурса ĕçлеттер. Чăваш Республикин статистика управленийĕ суту-илӳпе обществăлла апатлану предприятийĕсене коммерцилес процесс мĕнле пынине пĕтĕмлетнĕ. Х-р, 17.07.1992, 1 с. Суту-илĕве коммерциализацилени те (90 процент таран) конкуренци çуратмарĕ. Х-р, 10.10.1992, 2 с.

коммерциализациле

ç.с. Хăй- тĕллĕнлĕхе (туп.) тата рынок хутшăнăвĕсене тĕпе хурса ĕçлеттер. Чăваш Республикин статистика управленийĕ суту-илӳпе обществăлла апатлану предприятийĕсене коммерцилес процесс мĕнле пынине пĕтĕмлетнĕ. Х-р, 17.07.1992, 1 с. Суту-илĕве коммерциализацилени те (90 процент таран) конкуренци çуратмарĕ. Х-р, 10.10.1992, 2 с.

конгрессмен

ç.п., ç.с. Чăваш наци конгресĕн йышне кĕрекен çын (Канаш членĕ е Аслă Пуху делегачĕ). ЧНКăн IV Аслă Пухăвĕн ... хупă ларăвне тулли сасăллă конгрессменсем [текстра, конгресменсем] тата ятарласа чĕннĕ çынсем хутшăнаççĕ. ХК, 2000, 3 /, 2 с. (Х-р, 20.06.2000). Вăл [Г.Архипов] ЧНКна 5 çул ертсе пынă хыççăн ун ĕçĕпе кăмăлсăр конгресçăсем тупăннă. К-н, 2002, 16 /, 2 с.

конгресçă

ç.п., ç.с. Чăваш наци конгресĕн йышне кĕрекен çын (Канаш членĕ е Аслă Пуху делегачĕ). ЧНКăн IV Аслă Пухăвĕн ... хупă ларăвне тулли сасăллă конгрессменсем [текстра, конгресменсем] тата ятарласа чĕннĕ çынсем хутшăнаççĕ. ХК, 2000, 3 /, 2 с. (Х-р, 20.06.2000). Вăл [Г.Архипов] ЧНКна 5 çул ертсе пынă хыççăн ун ĕçĕпе кăмăлсăр конгресçăсем тупăннă. К-н, 2002, 16 /, 2 с.

конкурсçă

ç.с. Конкурса хутшăнакан çын. Баянист баяна тăсса ярса кĕвĕ шăрантарать, конкурсçăсен вара мĕнле юрă пулнине куракансене пĕлтермелле. Х-р, 20.02.1996, 4 с. Чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсне ирттерме йышăннă... Конкурсçăсен фестивале хутшăнма кăмăл пурри çинчен йĕркелӳ комитетне пĕлтермелле. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с.

криминал

ç.с. 1. Саккуна хирĕçле вăйсем; пре-ступниксем. Сотрудниксем коммерци е криминал тытăмĕсемпе çыхăнса каясран сыхă тăмалла. Х-р, 15.02.1996, 2 с. Пурнăçăн преступленисемпе çыхăннă йĕрки çамрăксен шухăшлавĕнче тарăн тымар янă. Хăйне евĕрлĕ криминал культури вăй илнĕ. ÇХ, 1997, 49 /, 4 с. Милицире ĕçлет пулсан та «криминалсемпе» ыталашса пурăнать. ХС, 21.01.1999, 4 с. Советсен вăхăтĕнче халăх чылай лайăхрах пурăннă, олигархсем, криминал, террор пулман. Ч-х, 1999, 28 /, 3 с. — криминал тĕнчи (Х-р, 11.06.1997,1 с.; ÇХ, 1998, 47 /, 2 с.); криминал авторитечĕсем (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; Х-р, 23.08.2001, 1 с.); криминалпа çыхăннисем (ÇХ, 2000, 38 /, 1 с.); — Раççей криминалĕ (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.). 2. Саккуна пăсни, преступлени. «Чăваш ятне ӳкме паман», — тенинче тата мĕнле криминал пур. Х-р, 17.03.2000, 3 с. Кунта, чăн та, криминал çук-тăр. ÇХ, 2000, 11 /, 4 с. — криминал паллисем (Х-р, 13.02.2001, 1 с.).

криминаллă

ç.с. Саккуна хирĕçле, преступленипе çыхăннă; преступлениллĕ, пуçиле (уголовлă). Чăваш енре криминаллă лару-тăру çивĕчленни. Х-р, 4.08.1993, 2 с. Çакнашкал криминаллă ĕç ... Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Рындино салинче те пулса иртнĕ. Т-ш, 1999, 8 /, 3 с. [Çамрăксем] ушкăнпа эрех-сăра ĕçеççĕ, ... пуçсем минресен, криминаллă ĕçсем тăваççĕ. Т-ш, 1999, 12 /, 3 с. — криминаллă ушкăнсем (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; Х-р, 11.06.1999, 2 с.); криминаллă тытăм (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; ÇХ, 2002, 17 /, 5 с.); криминаллă истори (Х-р, 14.02.1997, 4 с.); криминаллă йĕрке (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); криминаллă тĕслĕх, криминаллă герой (Т-ш, 1999, 12 /, 3 с.); криминаллă бизнес (ÇХ, 2001, 14 /, 9 с.); криминаллă капитал (Х-р, 2.07.2002, 8 с.).

кулăшçă

п.с. Кулăш ăсти; култармăш, мыскараçă, шӳтлевçĕ. Интернационаллă рота тетчĕç пирĕн ротăна... Пурччĕ кулăшçă эрмен, пурччĕ Латви ачисем. Ю.Семенов, 1972, 30 с. Пĕр кулăшçă, вулакансене култарса вĕлересрен хăраса, пĕр кулăшне те кулăшла çырман тет. К-н, 1981, 2 /, 6 с. Иван Мучи, Л.Агаков, В.Енĕш пек кулăшçăсем, тĕслĕхрен, шултралатнă ĕç-пуçа хута яраççĕ. Г.Федоров, 1996, 4 с. — телейсĕр кулăшçă, чăваш кулăшçи (А.Т.-Ыхра, 2000, 6 с., 81 с.).

культурологи

ç.с. Халăхăн ăс-хакăл культурине, ăспурлăх (туп.) аталанăвне, культурăпа общество çыхăнăвне тĕпчекен ăслăлăх. Ăна [Н.Егорова] Чăваш патшалăх уни-верситетне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Килнĕ-килменех вăл кунта культурологи кафедрине туса хурать. ХС, 23.02.1999, 4 с. Хальхи вăхăтра журналист е учитель пулакансем уйрăммăн вĕренеççĕ, культурологи уйрăмĕ те пур. Х-р, 2.08.2000, 3 с. — культурологи факультечĕ (ТА, 2003, 2 /, 32 с.).

курав

ç.с. Пĕр-пĕр япаласен (картинăсен, кĕнекесен т.ыт.) пуххине йĕркелесе халăха вăхăтлăх кăтартни; выставка, куравăш. Курава Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн залĕсенче йĕркеленĕ. Юрий Зайцев, 1990, 1 с. Библиотекăракурав [Пуçелĕк]. Х-р, 14.03. 1996, 3 с. Шупашкарăн Мускав районĕнчи Ачасен пултарулăх керменĕнче кашни çулах ал ĕçĕсен куравне йĕркелеççĕ. ЧХ, 30.05.1998, 4 с. Танл., Леонид иккĕмĕш çул ĕнтĕ пурсуй йытăсен ăмăрту-куравне йĕркелет. ÇХ, 1998, 45 /, 2 с. — ал ăсталăх куравĕ (ÇХ, 1998, 13 /, 6 с.); ятран курав (Т-ш, 1998, 5 /, 5 с.); пĕтĕмлетӳ куравĕ (Я-в, 1999, 2 /, 90 с.); тĕнчери курав (Я-в, 2000, 5 /, 85 с.); çĕнĕ курав (Х-р, 9.10.2001, 4 с.); — курав залĕ (ÇХ, 1997, 46 /, 5 с.; Х-р, 8.06.1999, 4 с.); Курав керменĕ (ÇХ, 1998, 49 /, 9 с.; ХС, 1999, 12 /, 1 с.); курав ирттер, курава тăрат (Х-р, 24.01.1998, 11 с.); курав уç (1998, 5 /, 5 с.); курава хутшăн (Х-р, 8.06.1999, 4 с.); куравсен çĕнтерӳçи (Я-в, 2000,5 /, 85 с.).

курăм

п.с. 1. Çын таврари пурнăç çине мĕнле пăхни, ăна епле хаклани. Яков Ухсай сăнласа пама ăста, унăн хăйĕн курăм. Вăл çын курманнине курма пĕлет. Г.Ефимов //Я-в, 1963, 4 /, 32 с. Хальхи поэтсен Шелепи тапхăрĕпе танлаштарсассăн — урăх курăм, урăх ăнлану. КЯ, 7.02.1982, 4 с. Вĕсен [çамрăксен] хăйсене евĕр курăм, хăйсен сасси. ТА, 1988, 10 /, 1 с. Чăваш шухăшлавĕпе курăмĕ çут çанталăкран çын еннелле ... куçса пыма кăмăллать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. — çĕнĕ курăм (Я-в, 1963, 11 /, 30 с.); философиллĕ курăм (Л.Таллеров, 1978, 10 с.); экзистенциаллă курăм (Х-р, 28.09.2001, 4 с.); — танл., тĕнчекурăм. 2. Куç умне тухакан сăнлăх; куçа курăнни. Чӳрече умĕнчи акацисем çине шевле ӳкнĕ... Ман чунра çак курăм иртнĕ кунсемшĕн хĕрхенӳ çеç çуратрĕ. А.Аттил //ТА, 1988, 10 /, 62 с. Сарри çĕрĕпех ... çурма ыйхăллă та çурма чăнлăхлă курăмсемпе аташса выртрĕ. В.Игнатьев, 1990, 47 с. Епле анлă курăм [тавралăх пирки]! Х-р, 30.04.1997, 7 с. Паян çав курăм харсăр Çăлтăрлăх. А.Т.-Ыхра, 2001, 80 с.

курултай

п.с. Конгресс, сpезд, аслă пуху. Казанкă шывĕ хĕррине курултай«пĕтĕм Хусан çĕрĕн» пухăвĕпуç-тарăнчĕ. К.Турхан, 1967, 332 с. Мăн курултай пухать те Мамай хан калать, «Чĕркуçленмест сăвар ăрачĕ...» В.Энтип, 1987, 229 с. Чăваш курултайне [наци конгресне] парне тăвар! Х-р, 8.10.1992, 2 с. 9-мĕш курултая Шупашкарта ирттерме сĕнсен никам та хирĕçлемерĕ. ÇХ, 1998, 40 /, 4 с. — курултай пуçтар, курултай ирттер (К.Турхан, 1967, 260 с., 321 с.); Пĕтĕм çĕршыври чăваш хĕрарăмĕсен курултайĕ (В-х, 1991, 21 /, 10 с.); Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен курултайĕ (Х-р, 2.09.2000, 4 с.); Пушкăрт Республикин Патшалăх Пухăвĕ — Курултайĕ (УС, 1999, 46—47 /, 8 с.).

кӳлмек

ç.в., п.с. Шыв сăмси, тинĕс аври, тинĕс кукăрĕ; залив. Кӳлемекри лăпкăлăх поэтшăн мар. Н.Исмуков, 1990, 95 с. Шупашкарăн кӳлмекĕ хĕрринче капмар шурă çурт ларать. Х-р, 16.03.1994, 3 с. Чăваш Республикин вара Шупашкар кӳлмекĕ урлă хăйăртан хăпартнă çулпах çырлахмалла-им. ТА, 2002, 5 /, 64 с.

кӳлемек

ç.в., п.с. Шыв сăмси, тинĕс аври, тинĕс кукăрĕ; залив. Кӳлемекри лăпкăлăх поэтшăн мар. Н.Исмуков, 1990, 95 с. Шупашкарăн кӳлмекĕ хĕрринче капмар шурă çурт ларать. Х-р, 16.03.1994, 3 с. Чăваш Республикин вара Шупашкар кӳлмекĕ урлă хăйăртан хăпартнă çулпах çырлахмалла-им. ТА, 2002, 5 /, 64 с.

кӳнтер

п.с. Ӳкĕте кĕрт, çавăр, майлаштар; еккине яр. Ăна [ват çынна] ... ним каласа та кӳнтерме çук. К-н, 1983, 8 /, 4 с. Малтанхи хутĕнче Константин Николаевича кӳнтерме май килмерĕ. Д.Гордеев, 1988, 82 с. Вырăс чĕлхин «юнтармăшне» кӳнтерме чăваш чĕлхин законĕсене пăсатпăр. В-х, 8.07.1991, 12 с. — Ашмарин, VII, 75 с.

кю

ç.с., спорт. Хĕвелтухăç кĕрешĕвĕнчи ăсталăх виçи; разряд. Хусакасси каратисчĕн — пĕрремĕш «кю» [Пуçелĕк]. ÇХ, 2000, 34 /, 10 с. Экзаменсене 15 чăваш каратисчĕ ăнăçлă тытрĕ... А.Тимофеевпа Л.Артемьев пĕрремĕш кю (разряд) илчĕç, ыттисем — иккĕмĕш кю. Х-р, 16.08.2000, 4 с.~~

лартăм

ç.с. Пьеса лартни; спектакль, постановка. Çавăн пек лартăмсенчен пĕри — Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши çырнă «Итлемен чăх чĕппи» пьеса-юмах. Т-ш, 1998, 5 /, 2 с. Сцена ăстисен коллективĕ куракансене çĕнĕ сезонра чăвашла лартăмсемпе татах та савăнтарĕ. Т-ш, 2000, 42 /, 3 с.

легитимлă

ç.с. Саккунлă, правăпа килĕшӳллĕ. Саккун хăй вето правине легитимлă тума май парать. Х-р, 13.02.1997, 2 с. Каччăн легитимлă тупăш çăл куçĕ çук. ÇХ, 2000, 5 /, 4 с. Эпир ... Чăваш патшалăхĕ пулса юласшăн пулсан, çак ыйтăва [«республика гражданлăхне»] легитимлă татса пама вăй çитермеллех. Х-р, 14.10.2000, 4 с.

лицейçă

ç.с. Лицейра вĕренекен ача (çамрăк). Вĕренӳре ăнăçу сире, пĕрремĕш лицейçăсем! А.Крыльцов //КЯ, 27.10.1990, 2 с. Чăваш наци лицейĕн 8 класĕнче вĕрене-кенсене лицейçă ятне пачĕç. ÇХ, 1997, 52 /, 4 с. Ĕнерхи лицей-çĕсем — паян пурте студентсем. Т-ш, 1998, 12 /, 4 с. — чăваш-турккă лицейçи (Т-ш, 10.12.1994, 5 с.).

лицейçĕ

ç.с. Лицейра вĕренекен ача (çамрăк). Вĕренӳре ăнăçу сире, пĕрремĕш лицейçăсем! А.Крыльцов //КЯ, 27.10.1990, 2 с. Чăваш наци лицейĕн 8 класĕнче вĕрене-кенсене лицейçă ятне пачĕç. ÇХ, 1997, 52 /, 4 с. Ĕнерхи лицей-çĕсем — паян пурте студентсем. Т-ш, 1998, 12 /, 4 с. — чăваш-турккă лицейçи (Т-ш, 10.12.1994, 5 с.).

магистр

ç.п. Ăрăмçăсен (туп., 1) ятарлă пĕлӳпе ăсталăх шайне палăртмалли сумлă виçе. Юрий Лонго чăваш тухатмăшне В.Яндимиркина магистр ятне панă. Х-р, 15.10.1992, 4 с. Паллă сиплевçĕ В.Авдеев магистр вĕренме чĕнет. Х-р, 3.09.1996, 4 с. Сеанс пĕтсен эпĕ ăнлантăм, магистр патĕнче çеç сывалма пултаратăп. ÇХ, 1997, 41 /, 8 с.

манăçу

п.в. Манăç, манăçлăх; ăнсăрлăх, тăнсăрлăх. Летаçĕр айĕнчи тĕнчен манăçу юхан шывĕ. Фауст, 1979, 254 с. Манăçу сăлтавĕсене пула чăваш чĕлхи те пĕтсе ларĕ, культури те сӳнĕ. Х-р, 8.10.1992, 1 с. Качакалла мекеклетсе юрлакансен хисепсĕр йышне те тӳсĕ ...манăçури сивлек çĕр. Н.Теветкел //ÇХ, 1997, 28 /, 5 с. Манăçун сивĕ-сивĕ тăприйĕ ан виттĕр. М.Сениэль //Я-в, 2000, 12 /, 60 с. — манăçу чирĕ (К-н, 1986, 24 /, 5 с.; К-н, 1987, 1 /, 6 с.); манăçу тусанĕ (Х-р, 11.04.1998, 7 с.).

мăчавăр

ч.с. Чăваш тĕнĕн йăли-йĕркине пĕлекен çын; чӳк пуçĕ, кĕлевçĕ, апăс. Колхозри пĕр çынçӳçне кастармасăр, сухалне хырмасăракатуй тĕлне чăн чăваш мăчавăрне тухса кайма приказ илнĕ. А-и, 1992, 22 /, 3 с. Ю.Беляев мăчавăр тĕрлĕ çимĕçсем парса чӳклерĕ, ... И.Соловьев мăчавăр кĕлĕ турĕ. Х-р, 2.09.1992, 2 с. Ял мăчавăрĕ, чăваш халăх ăсчахĕ Е.Ерагин учитель чӳклеме ирттерчĕ. Х-р, 25.08.1998, 1 с. Якуркка Микихверĕ мăчавăр пил пачĕ. ÇХ, 1999, 7 /, 1 с. — Аслă мăчавăр (ÇХ, 2000, 11 /, 10 с.).

медсанпай

ç.с., кĕск. Медицинăпа санитари пайĕ; медсанчасть. Медсанпайра Чăваш енри пĕртен-пĕр проктологи уйрăмĕ ĕçлет. Х-р, 29.10.1993, 4 с.

медфак

п.с., кĕск. Медицина факультечĕ. Люда ... Чăваш университетĕнчи медфака кĕчĕ. Я-в, 1986, 10 /, 17 с. Çапла, чăн-чăн врач эпĕ халĕ, медфак студенчĕ мар текех. Ю.Силэм, 1989, 3 с. Медфакран вĕренсе тухнă хыççăн Йошкар-Олана психиатр пулса ĕçлеме ячĕç. Х-р, 16.03.1994, 3 с. — медфак пĕтер (К-н, 1977, 13 /, 10 с.; П.Осипов, 1984, 117 с.); медфакра вĕрен (ТА, 1988, 10 /, 22 с.).

менталитет

ç.с. Пĕр-пĕр халăхăн, социаллă ушкăнăн е уйрăм çыннăн ăс-хакăлпа кăмăл-туйăм уйрăмлăхĕ; тĕнчекурăм (туп.). Япони е Швеци экономикин чечекленĕвĕ наци менталитечĕ çинче йĕркеленнĕ. Х-р, 28.09.1996, 2 с. Çавăнпа та [специалистсем çуккипе] ташăсенче чăваш халăхĕн менталитетне, этикетне тĕрĕс мар кăтартса параççĕ. УС, 10.04.1998, 7 с. Чăваш менталитечĕ сăпайлăхпа, илемлĕхпе çыхăннăçавна манас марччĕ. Ар, 2001, 22 /, 1 с. — паянхи менталитет (Я-в, 2000, 5 /, 47 с.); обществăлла менталитет (Х-р, 12.07.2001, 3 с.); чуралла менталитет (Х-р, 5.04.2001, 3 с.).

меслетлĕх

ç.с. Пĕр-пĕр ĕçе ăнăçлă ирттермелли е вĕрентмелли мел-ăслай пĕрлĕхĕ; методика. Вăл ВЛКСМ рескомĕн вĕренӳпе меслетлĕх центрĕн директорĕнче вăй хунă. ÇХ, 1998, 44 /, 3 с. Калаçу урокĕсен меслетлĕхĕ. ЧЧВМ, 1998, 14 с. Ăна чăваш чĕлхипе литературин меслетлĕх кафедрин тилхепине шанса параççĕ. Х-р, 28.04.2000, 2 с. — вĕренӳпе меслетлĕх нушисем (ХК, 1993, 8 /, 8 с.); ăслăлăхпа меслетлĕх центрĕ (Т-ш, 2000, 34 /, 3 с.); — çĕнĕ меслетлĕхе алла ил (А.Леонтьев, 2003, 11 с.).

меслетçĕ

ç.с. Меслетлĕх ăстаçи; методист, ăслайçă. Ăна [курса] ... чăваш шкулĕсен кураторĕ В.Егоров меслетçĕ ертсе пынă. Х-р, 23.02.1994, 2 с. Вăл питĕ пултаруллă тĕпчевçĕ тата меслетçĕ пулнине çирĕплетсе пачĕ. Х-р, 24.01.1998, 5 с. — вĕрентекен меслетçĕ (ЧТ, 28.02.1998, 3 с.).

мешехе

ч.с. Йăла-йĕрке, йăла-сăлай, халăх хавалĕ. Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă çак мешехесем (йăласем) Чăваш хут-лăхне килсе кĕни нумаях та пулмасть-ха. ХШ, 1993, 5 /, 71 с. Сасă парать пытару мешехи... К.Бельман, 1999, 126 с. Ĕмĕрсен мешехи [Пуçелĕк]. Ар, 2001, 18 /, 1 с. — туй мешехи (Я-в, 1946, 10 /, 27 с.; В.Садай, 1982, 169 с.; ЧС, 1994, 8 кл., 19 с.); кĕлĕ мешехи (М.Скворцов, 1985, 19 с.); мунча мешехи (ЧС, 1993, 10 кл, 147 с.); кĕреке мешехи (ТА, 2000, 2 /, 71 с.); хутшăну мешехи (У-ц, 2001, 38 /, 3 с.).

мини-футбол

ç.с. Сахалрах йышпа тата пĕчĕкрех уйра вылямалли футбол вăййи. «Волжанка» спортклубăн ... команди Одессăра мини-футболăн Пĕтĕм Союзри финалĕнче ăмăртнă. КЯ, 6.04.1990, 4 с. Раççей команди Европăн мини-футбол чемпионатĕнче выляма тивĕçлĕ пулнă. Т-ш, 1999, 2 /, 3 с. Чăваш Енре мала тухассишĕн мини-футбол чемпионачĕ пуçланнă. Х-р, 16.03.2000, 4 с. — мини-футбол турнирĕ (Х-р, 20.02.1996, 4 с.; Х-р, 18.03.1997, 4 с.); мини-футболла выля (Х-р, 15.08.2000. 4 с.).

миравай

ч.с. е МИРАВАЙ СУДЬЯ (МИРОВОЙ СУДЬЯ), ç.я. Кăткăс мар тавăçсене (туп.), çирĕп яваплăхпа (ответлăхпа) çыхăнман суд ĕçĕсене пĕчченех татса паракан тӳре (туп., 1). «Чăваш Республикинчи мировой судьясен должноçĕсене тата суд участокĕсене туса хурасси çинчен» калакан саккун проекчĕ. Х-р, 13.11.1999, 1 с. Çĕршыври суд тытăмлăхĕ миравай судьясемпе пуянланчĕ. Х-р, 31.01.2001, 2 с. Чăваш Енре, пĕтĕм Раççейри пекех, кăçал миравай судьясен тытăмĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Х-р, 19.10.2001, 1 с.

мисс

ç.п. Илемлĕх е ăсталăх конкурсĕнче мала тухнă хĕр; пике. Нумаях пулмасть хĕрсем «Выл тăрăхĕнчи мисс 98» ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ. ÇХ, 1998, 22 /, 5 с. Шура Петрова «Тĕнче мисĕ» ята илме тăрăшрĕ ... «Хыпар» мисĕ» ята вара Е.Глухова тивĕçрĕ. ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. Çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ миссем тупăнчĕç. ÇХ, 2000, 38 /, 4 с. «Пулăçă-мисс» çичĕ çулта [Пуçелĕк]. Х-р, 2.07.2002, 1 с. — Раççей мисĕ (ÇХ, 1998, 48 /, 4 с.); «Мисс-Шейпинг—94» конкурс (Х-р, 16.03.1994, 4 с.); «Чăваш Ен мисĕ—2000» конкурс (Х-р, 20.06.2000, 2 с.).

мишавай

ч.с. Çĕрпе усă курассине йĕркелесе пыракан ятарлă çын; çĕр йĕркелӳçи. Çĕрйĕркелекен (мишавай) районти администраци аппаратĕнче пултăр. Х-р, 16.09.1992, 1 с. Чăваш мишавайĕсем Йошкар-Олара вĕренĕç [Пуçелĕк]. Х-р, 16.07.1997, 2 с. Мишавайсен канашлăвĕ Ильинкăра иртрĕ [Пуçелĕк]. ÇЯ, 10.07.1999, 1 с.

муфти

(МУФТИЙ), п.с. Пĕр тăрăхри мăсăльмансен тĕн тата юридици (право) ыйтăвĕсене татса паракан пуçлăхĕ. Пĕчĕк ялăн пысăк уявне Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн пуçлăхĕ Альбир Крганов муфтий уçрĕ. Х-р, 25.07.2000, 4 с. Республикăри мăсăльмансен муфтийĕ А.Крганов. ÇХ, 1999, 11 /, 3 с. Чăваш Республикинчи мăсăльмансен управленийĕн пуçлăхĕ А.Крганов муфти. Х-р, 25.05.2001, 1 с.

налукçă

ç.с. Налук инспекцийĕнче ĕçлекен çын; налук инспекторĕ. Килĕшмест налукçăсене хăйсен тумтирĕ... Чăваш енĕн чи аслă налукçине вакунри çынсем проводник вырăнне хурса йышăннă. ÇХ, 1999, 5 /, 2 с. Тавар сутакансем налукçăсене хĕрлĕ эрехĕн пахалăх сертификатне «тупса парайман». Х-р, 12.11.1999, 2 с. Налукçăсем сăмакунçăсене те тытнă. Х-р, 11.04.2001, 1 с. — налукçăсен черетлĕ рейчĕ (Х-р, 31.08.2000, 1 с.; Х-р, 17.04.2001, 1 с.); налукçăсен тĕрĕслевĕсем (Х-р, 21.10.2000, 2 с.); налукçăсен ĕçĕ (Х-р, 17.10.2000, 2 с.).

нарколог

п.с. Наркоманирен, токсикоманирен (туп.), ĕçкĕ чирĕнчен сиплекен врач. Пĕлтĕр пĕрне сиплевпе ĕçлев профилакторине, иккĕшне нарколог патне ăсатрăмăр. К-н, 1985, 13 /, 2 с. Врач-наркологсем палăртнă тăрăх, ку чирсем [токсикоманипе наркомани] пĕр евĕрлĕ. ÇХ, 27.02.1998, 4 с. Республикăн диагностика центрĕнче ĕнер Чăваш Республикинчи психиатрсен, наркологсен тата психотерапевтсен иккĕмĕш сpезчĕ уçăлчĕ. Х-р, 23.06.2000, 2 с.

нарспиана

ç.с. К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмипе çыхăннă кăларăмсем, тĕпчевсем, пултарулăх ĕçĕсем (спектакль-сем, ӳкерчĕксем т.ыт.). Сăнлăх искусствинчи нарспиианăна К.Иванов хăй пуçарса янă. А.Трофимов //Творческое наследие К.В.Иванова. 1990, 66 с. Ку статьяра чăваш театрĕн нарспианин историйĕпе паллашас тĕллев тытрăмăр. КЯ, 25.05.1990, 3 с.

настоятель

ч.с. 1. Мăнастир пуçлăхĕ. Ĕпхӳри Чăваш халăх шкулĕнче арçынсен мăнастирĕн настоятелĕ Серафим атте пулса курчĕ. ЧТ, 1998, 5 /, 7 с. Савватий атте, арçынсен мăнастирĕн настоятелĕ, куллен ОМОНа шăнкăравласа тăнă, йĕркеллех-и. ÇХ, 1999, 42 /, 3 с. 2. Чиркĕвĕн аслă священникĕ. Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕн на-стоятелĕ Николай протоиерей кĕлĕ ирттерет. ПП, 2000, 4 /, 4 с. [Ăна] хирĕç чиркӳри аслă пуп (настоятель) килет. ЧХ, 2000, 34 /, 6 с.

нигилизм

п.п. е наци нигилизмĔ, п.я. Тăван халăхран ютшăнни, тăван чĕлхепе культурăран юсни; манкуртлăх (туп.). Наци нигилизмĕ вара национализм пекех сиенлĕ, сăтăрлă. КЯ, 24.02.1989, 3 с. Халĕ чăваш хушшинче нигилизм хунаса кайрĕ. КЯ, 14.12.1989, 4 с. Наци нигилизмĕн чи хăрушă та сĕм-хура тапхăрĕнче ӳссе çитĕннĕскерсен ... наци туйăмĕ ыттисенчен хуçăкрах. Б.Чиндыков //П-н, 1990, 2 /, 9 с. Чăваш халăхĕ хушшинче нигилизм сарăлнă. Ăна мĕн ĕлĕкренех хăйĕн чĕлхинчен пистерме тăрăшнă. Х-р, 5.02.1997, 3 с. — наци нигилизмне пĕтер (П-н, 1990, 5 /; Х-р, 24.10.2000, 2 с.); наци нигилизмне ӳкĕте кĕрт (Д.Гордеев //В-х, 8.07.1991, 12 с.).

нисеп

п.с. Тыткаларăшăн (туп.), хутшăну культурин çирĕпленнĕ йĕрки; йӳнлĕх, сапăрлăх, этикет. Нисĕп çуккипелен ... эп тав тума ялан манатăп. А.Юман //ТА, 1978, 3 /, 8 с. Пĕрин те çук этем нисепĕ, çӳреççĕ йытă пек урса. В.Ахун, 1990, 30 с. Сумран тухать чăваш нисепĕ, хухать Митта чĕлхин хисепĕ. Ю.Сементер, 1991, 84 с. Сĕтел çапса, сăмсаран шаккаса вăрçассăм килет те, ... чăваш нисепĕ-сипечĕ чарса тăрать. Н.Егоров //Х-р, 27.03.1997, 3 с. — нисĕпе пĕлмен этем (К.Турхан, 1976, 79 с.); нисеп лексики, пуплев нисепĕ (Н.А.Андреев — Урхи Наумĕ, 2002, 60—61 с.); — Ашмарин, IX, 29 с.

нисĕп

п.с. Тыткаларăшăн (туп.), хутшăну культурин çирĕпленнĕ йĕрки; йӳнлĕх, сапăрлăх, этикет. Нисĕп çуккипелен ... эп тав тума ялан манатăп. А.Юман //ТА, 1978, 3 /, 8 с. Пĕрин те çук этем нисепĕ, çӳреççĕ йытă пек урса. В.Ахун, 1990, 30 с. Сумран тухать чăваш нисепĕ, хухать Митта чĕлхин хисепĕ. Ю.Сементер, 1991, 84 с. Сĕтел çапса, сăмсаран шаккаса вăрçассăм килет те, ... чăваш нисепĕ-сипечĕ чарса тăрать. Н.Егоров //Х-р, 27.03.1997, 3 с. — нисĕпе пĕлмен этем (К.Турхан, 1976, 79 с.); нисеп лексики, пуплев нисепĕ (Н.А.Андреев — Урхи Наумĕ, 2002, 60—61 с.); — Ашмарин, IX, 29 с.

нишлĕлĕх

п.в. Чухăнлăх, юрлăх, мĕскĕнлĕх; нишлĕх. Тинĕс,тинĕс, эс хаяррăн Сăвăçăн юнне-чунне ... нишлĕлĕхсенчен тасат. Çеçпĕл М., 1959, 106 с. Чăваш шульăшĕн вăй-хăвачĕпе нишлĕлĕхне чуна витермелле çырса кăтартма пултарăн. Б.Чиндыков, 1987, 94 с. Нишлĕлĕхрен тухса пĕтессин вара вĕçĕ-хĕрĕ курăнмасть. Х-р, 29.02.1996, 2 с. — чунри нишлĕлĕх (Г.Федоров, 1996, 62 с.); чун нишлĕлĕхĕ (В.Эктел //Х-р, 5.09.1996, 1 с.); чăваш нишлĕлĕхĕ (В.Абрамов, 1998, 27 с.).

номинаци

ç.с. 1. Анлă конкурсăн пултарулăха виçмелли кашни енĕ; пултарулăх ăмăртăвĕн пĕр майĕ. Шăмăршăсем фестиваль лауреачĕ пулчĕç, ... чи ăста драматург, композитор номинацийĕсенче çĕнтерчĕç. Ă-л, 1998, 4 /, 3 с. «Спорт журналисчĕ» номинацире пĕрремĕш вырăна Ю.Плотников йышăнчĕ. ÇХ, 1999, 4 /, 10 с. Фестивальте 13 номинаципе приз панă. Х-р, 7.06.2000, 4 с. Вăл [пултарулăх уявĕ] ... виçĕ номинаципе иртет. Т-ш, 2001, 39 /, 3 с. — тĕрлĕ номинациллĕ конкурс (ÇХ, 10.04.1998, 2 с.). 2. Пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерӳçине тивĕçекен хисеплĕ ят палăртăвĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх театрĕ те ... çĕнĕ спектакльсем хатĕрлеме, сумлă ят-номинацисем çĕнсе илме тытăнĕ. Х-р, 7.06.2000, 4 с. «Чи лайăх медицина сестри» номинацие Элĕкри «Хĕвел» ача сачĕн аслă медицина сестри Р.Тарасова çĕнсе илчĕ. ПÇ, 2.09.2000, 2 с.

оригиналлăх

п.с. Хăйне евĕрлĕх, хăйне майлăх; супинккелĕх. Анчах та Некрасов вулакансен умне ... хăйĕн поэзири таланчĕн оригиналлăхĕпе сасартăках тухса тăраймасть-ха. Я-в, 1946, 11—12 /, 33 с. Ку кĕнекере писатель [М.Юхма] оригиналлăхĕпе вĕçкĕнленесрен сивĕнсе пырать пек туйăнать, ку чухнехи чăваш чĕлхипе калаçма тăрăшни уççăнах палăрать. И.Кузнецов, 1977, 191 с. А.Асламас хăйĕн оригиналлăхне тата тепĕр хут çирĕплетрĕ. Х-р, 4.03.1993, 4 с. — танл., пайăрлăх.

офис

ç.с. Фирмăн е урăх учрежденин тĕп çурчĕ е кабинечĕ; кантур. Чăваш Республикин тĕп хулинче чăвашла çырнă ... «офиссен» ячĕсем нумай-и пирĕн. А.Смолин //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Винокуров урамĕнчи 57-мĕш çуртра пысăках мар ĕç вырăнĕ, хальхилле офис тейĕпĕр-и ăна, пур. Я-в, 1995, 9 /, 124 с. Хăйĕн лавккине уçас е çĕнĕ офиса куçас тĕллев тытнисем ĕмĕтне пурнăçлĕç. ХС, 1999, 36 /, 4 с. — офис ĕçĕ (Т-ш, 1996, 26 /, 2 с.); офис пурлăхĕ (Х-р, 5.09.1996, 2 с.); офис уç (ÇХ, 1998, 3 /, 4 с.); офиса çарат (ÇХ, 1999, 39 /, 5 с.); офис костюмĕ (ÇХ, 2000, 14 /, 11 с.); — шеф-пуçлăх офисĕ (Х-р, 6.07.1999, 4 с.); ЧОКЦ офисĕ (Х-р, 3.11.1999, 1 с.); фирма офисĕ (ÇХ, 2000, 5 /, 12 с.); çемье врачĕн офисĕ (Х-р, 13.07.2002, 2 с.).

паишник

ç.с., калаç. Патшалăх автоин-спекцийĕнче ĕçлекен çын; ПАИ ĕçченĕ, ГАИ (ГИБДД) сотрудникĕ. Паишниксем çула пӳлчĕç, пурсăмăра та хулари шалти ĕçсен пайне илсе кайрĕç. Х-р, 9.01.1997, 3 с. Тĕрĕслев пункчĕсенче халь паишниксем çеç мар, шырав инспекторĕсем те тăраççĕ. Х-р, 12.05.1997, 3 с. — чăваш ПАИшникĕ (ÇХ, 1999, 6 /, 5 с.).

пайрăм

п.с. Пĕр-пĕр япалан пĕчĕкçĕ пайĕ (сыпăкĕ); деталь, компонент, элемент. Талантлă поэтсем ăсласа тунă чăн-чăн илемлĕх пайрăмĕсен пахалăхĕ вăл — вĕсен ӳкерчĕклĕхĕпе ансатлăхĕ. А.Горшков //Чăваш илемлĕ литература чĕлхи. 1978, 67 с. Калаçусен чылай пайрăмĕ, паллах, асран тухса ӳкнĕ. Я-в, 1991, 11 /, 5 с. Кунта [хайлавра] пĕр пайрăм та ытлашши мар. ÇХ, 1998, 48 /, 9 с. — пĕрешкел пайрăмсем (В.Каховский, 1984, 77 с.); витĕмлĕ пайрăмсем (Ю.Артемьев, 1988, 59 с.); символла пайрăмсем (Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 27 с.); вак-тĕвек пайрăмсем (В.Егоров //Х-р, 26.09.1992); сăнарлă шухăш пайрăмĕсем (Г.Федоров, 1994, 21 с.); чĕрĕ пайрăмсем (ЧЛ, 1994, 11 кл., 212 с.); уйрăм пайрăмсем (Х-р, 25.08.1998, 3 с.); тĕп пайрăм (Ç-т, 1998, 1 /, 2 с.); — пайрăм ăсти (ЧЛ, 1994, 11 кл., 151 с.).

парăмçă

п.с. Тӳлеве, налука е кивçен илнине парса татман çын е организаци; парăмлă сăпат (туп.). Эс лар чĕнмесĕр, парăмçă пекех. Фауст, 1979, 176 с. Эпир административлă мерăсем йышăннипе парăмçăсем бюджета 30 миллиарда яхăн хыврĕç. Х-р, 5.09.1996, 2 с. Парăмçă-ертӳçĕсене халăх пĕлмест-çке, тӳрех Раççей е Чăваш Республикин президенчĕсене ӳпкелеме тытăнать. Х-р, 13.02.1997, 1 с. — парăмçă-потребитель (Х-р, 1.08. 2000, 1 с.; Х-р, 11.10.2000, 1 с.).

пассионарлăх

ç.с. Чăрмавсене харсăррăн сирсе малалла талпăнма пултарни; хĕрӳлĕх. Ун [Лев Гумилевăн] сăмахĕпе каласан, ... чăваш халăхĕн пассионарлăхĕ пĕчĕккĕ. Х-р, 20.12.1991, 1 с. Чăваш нацийĕ пассионарлăхне çирĕплетсен ĕмĕр-ĕмĕрех упранса юлма пултарать. Я-в, 2000, 5 /, 51 с. — танл. пассионарлă халăх (Я-в, 1991, 7 /, 6 с.).

патшалăхлăх

ç.с. Наци (этнос) суверенитетне па-лăртмалли тата хӳтĕлемелли май; патшалăх тытăмĕ, патшалăх йĕрки. Патшалăхлăх кунĕпе çыхăннă уявра та вĕсем сумлă хăна-сем пулнă. ÇХ, 1998, 46 /, 2 с. 1995 çултанпа республикăра эпир çуллен çĕртмен 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăхлăх кунне паллă тă-ваттăмăр. Х-р, 28.04.2000, 2 с. Çакă Раççей патшалăхлăхне кон-ституциллĕ мар меслетпе хаклани пулать. Х-р, 11.08.2000, 1 с.

пăртас

п.с. Мăкшăсемпе хурăнташлă пулнă, Атăлçи пăлхарсемпе тата ытти халăхсемпе хутăшса пĕтнĕ авалхи йăх çынни. Атăл тăрăхĕнчи авалхи йăхсем хушшинче араб авторĕсем пăртассене те асăнаççĕ... Чăваш этногенезне пăртассем сахаллăн хутшăннă. В.Каховский, 1984, 40—41 с. Пăртас сали вырăнĕнче пăртас халăхĕ пурăннă пулас. А.Т.-Ыхра, 2000, 21 с. Пăрттассем XI ĕмĕрсенче хăйсен ятне çухатнă. Вĕсен культури мишерсемпе мордва йăхĕсен культурине сĕм парса хăварнă. Х-р, 26.06.2003, 4 с.

пăрттас

п.с. Мăкшăсемпе хурăнташлă пулнă, Атăлçи пăлхарсемпе тата ытти халăхсемпе хутăшса пĕтнĕ авалхи йăх çынни. Атăл тăрăхĕнчи авалхи йăхсем хушшинче араб авторĕсем пăртассене те асăнаççĕ... Чăваш этногенезне пăртассем сахаллăн хутшăннă. В.Каховский, 1984, 40—41 с. Пăртас сали вырăнĕнче пăртас халăхĕ пурăннă пулас. А.Т.-Ыхра, 2000, 21 с. Пăрттассем XI ĕмĕрсенче хăйсен ятне çухатнă. Вĕсен культури мишерсемпе мордва йăхĕсен культурине сĕм парса хăварнă. Х-р, 26.06.2003, 4 с.

пăхăр

ç.п. Спорт ăмăртăвĕнче е конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн паракан медаль тата унăн пахалăхĕ; бронза, туйăр (туп.). Дистанцие Алина чи малтан вĕçлерĕ, Еленавиççĕмĕш! Апла тепĕр ылтăн тата пăхăр медаль чăваш хĕрĕсенче! Ç-т, 1992, 9—10 /, 19 с. Т.Герасимова 3 çухрăмра иккĕмĕш, çухрăм çурăра виççĕмĕш пулса «кĕмĕлпе» «пăхăр» çĕнсе илнĕ. Х-р, 11.07.1997, 4 с. Тăваттăмĕш пултăм, темиçе çеккунт çеç çитмерĕ пăхăр медаль валли. ÇХ, 30.04.1998, 4 с. «Красноярская» сортли [вермишель] вара виççĕмĕш степень диплома тата пăхăр медале илме тивĕç пулнă. Х-р, 3.04.2001, 1 с.

педуниверситет

ç.с. Педагогика университечĕ. Халĕ каччăсем аслă шкулта вĕренеççĕ ĕнтĕ. Андрейпедуниверситетра, АлексейЧПУра. ÇХ, 1998, 47 /, 12 с. Чăваш енри чи ватă аслă шкулăн ӳсĕмĕсем унăн статусне пысăклатма, пед-институтран педуниверситет туса хума май параççĕ. ХШ, 1999, 4—5 /, 120 с. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пед-университечĕ... Х-р, 16.08.2000, 2 с. — педуниверситетăн çĕнĕ корпусĕ (Х-р, 8.10.1999, 1 с.); педуниверситет историйĕ (Х-р, 28.04.2000, 2 с.); педуниверси-тетран вĕренсе тух (ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с.).

пейĕт

п.с. Балладăлла сюжетлă (синкерлĕ ĕç-пуçа сăнлакан) халăх юрри. Хăш-пĕр чăваш пейĕчĕсем тутар халăхĕн баичĕсене питĕ çывăх. ХЭ, 1996, 21 с. Çак тискерлĕх çинчен пăлхар-чăвашсен пĕр пайăт упранса юлнă. А.Т.-Ыхра, 2000, 92 с. Эс ... пейĕтре хăварнă ху ятна. Я-в, 1997, 7 /, 68 с. — пейĕт хыв (Х-р, 10.01.2002, 3 с.); — танл., Ашмарин, IX, 152 с.

пайăт

п.с. Балладăлла сюжетлă (синкерлĕ ĕç-пуçа сăнлакан) халăх юрри. Хăш-пĕр чăваш пейĕчĕсем тутар халăхĕн баичĕсене питĕ çывăх. ХЭ, 1996, 21 с. Çак тискерлĕх çинчен пăлхар-чăвашсен пĕр пайăт упранса юлнă. А.Т.-Ыхра, 2000, 92 с. Эс ... пейĕтре хăварнă ху ятна. Я-в, 1997, 7 /, 68 с. — пейĕт хыв (Х-р, 10.01.2002, 3 с.); — танл., Ашмарин, IX, 152 с.

пинçуллăх

ç.с. Пин çула пĕрлеште-рекен тапхăр; вунă ĕмĕр. Хăçан та пулин килсе çăвĕ çак çумăр, пăсмасăр пин çуллăх йăли-йĕркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнĕ пин çуллăхсенче чăваш халăхне нумай-нумай хут кăкланă — пурпĕрех пĕтереймен. ÇХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинçуллăх кăнчĕ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с. — çĕнĕ пинçуллăх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирĕн эрăчченхи пинçуллăх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинçуллăхсем хушши (ÇХ-рĕ, 29.12.1999, 3 с.); иккĕмĕш пинçуллăх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виççĕмĕш пинçуллăха кĕр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).

пин çуллăх

ç.с. Пин çула пĕрлеште-рекен тапхăр; вунă ĕмĕр. Хăçан та пулин килсе çăвĕ çак çумăр, пăсмасăр пин çуллăх йăли-йĕркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнĕ пин çуллăхсенче чăваш халăхне нумай-нумай хут кăкланă — пурпĕрех пĕтереймен. ÇХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинçуллăх кăнчĕ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с. — çĕнĕ пинçуллăх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирĕн эрăчченхи пинçуллăх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинçуллăхсем хушши (ÇХ-рĕ, 29.12.1999, 3 с.); иккĕмĕш пинçуллăх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виççĕмĕш пинçуллăха кĕр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).

пицца

ç.с. Аш-пăш, пахча çимĕç, кăмпа турамĕсем тата сыр кĕрпекĕсем ярса, соуспа юрса пĕçернĕ пӳремеч. Театр буфечĕсенче чăваш апачĕ мар, ĕнерхи-виçĕмкунхи пицца ... сутаççĕ. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Кам нумайрах пицца çийĕ, сăра ĕçĕвĕсене парне. ÇХ, 1998, 22 /, 2 с. Пицца текеннине ăнланаймарăм, чуста çине шеллесе çеç çăмарта сарри, çӳхен каснă 3—4 татăк кăлпасси, сухан хунă. Х-р, 29.05.2001, 2 с. — пицца пĕçер (ÇХ, 1999, 39 /, 12 с.; ÇХ, 2001, 33 /, 2 с.).

политканаш

ç.с. Пĕр-пĕр политика организацине ертсе пыракан йыш. «Пĕрлĕх» юхăм малашне парти пулса тăрассине... юхăмăн политканашĕ хăйĕн анлă ларăвĕнче пĕлтернĕ. Х-р, 12.05.2000, 1 с. П.Краснов«Пĕрлĕх» партин республикăри организацийĕн политканашĕн ертӳçи. ÇХ, 2001, 39 /, 2 с. [РСДП] Политканаш йышне Чăваш халăх писательне М.Юхмана та кĕртнĕ. Х-р, 4.12.2001, 4 с. С.Станкевич ... СПС политканашĕнче тăрать. Х-р, 14.03. 2003, 3 с.

политологи

ç.с. Политикăпа общество тытăмĕн хутшăнăвĕсене, политика пулăмĕсене тишкерекен ăслăлăх; по-литика ăслăхĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх университечĕн ... 4-мĕш курс студенчĕсем «политологи» текен дисциплинăпа зачет тытрĕç. Х-р, 17.06.1992, 1 с. Çапах та пирĕн юмористсем кăштах политологи еннелле сулăнаççĕ. Х-р, 28.04.1994, 3 с. Аспирантурăра политологи енĕпе вĕренетĕп... Политологипе эпĕ яланах интересленнĕ. ÇХ, 2003, 2 /, 4 с. — политологи меслечĕсем (Х-р, 22.09.1992, 3 с.); политологи профессорĕ (Х-р, 28.02.1997, 2 с.).

поп-кĕвĕ

ç.с. Яш-кĕрĕме йăпану кӳрекен, ансатлăхĕпе илĕртекен хальхи кĕвĕ-çемĕ. Çухалчĕç тăрисем те тӳперен, поп-музыка таçта янрать килпетсĕр. Н.Петровский //Я-в, 1991, 7 /, 4 с. Унтан тахăшĕ поп-кĕвĕпе сиккелеме пуçларĕ. В.Эктел, 1996, 89 с. Çапла чăваш эстрада поп-музыки аталанма пуçларĕ. ÇХ, 2000, 6 /, 12 с. — поп-музыка итле (П.Афанасьев, 1985, 239 с.); поп-музыка тăнла (В.Петров, 1989, 52 с.); поп-музыка кăларăмĕ (КЯ, 25.10.1990, 4 с.); поп-музыкăна килĕштер (К-н, 1999, 5—6 /, 9 с.); поп-музыкăри мăшкăлçă (Ар, 2001, 4 /, 2 с.).

поп-музыка

ç.с. Яш-кĕрĕме йăпану кӳрекен, ансатлăхĕпе илĕртекен хальхи кĕвĕ-çемĕ. Çухалчĕç тăрисем те тӳперен, поп-музыка таçта янрать килпетсĕр. Н.Петровский //Я-в, 1991, 7 /, 4 с. Унтан тахăшĕ поп-кĕвĕпе сиккелеме пуçларĕ. В.Эктел, 1996, 89 с. Çапла чăваш эстрада поп-музыки аталанма пуçларĕ. ÇХ, 2000, 6 /, 12 с. — поп-музыка итле (П.Афанасьев, 1985, 239 с.); поп-музыка тăнла (В.Петров, 1989, 52 с.); поп-музыка кăларăмĕ (КЯ, 25.10.1990, 4 с.); поп-музыкăна килĕштер (К-н, 1999, 5—6 /, 9 с.); поп-музыкăри мăшкăлçă (Ар, 2001, 4 /, 2 с.).

поэзиле

п.в. Поэт куçĕпе кур, çĕкленӳллĕ сăн кӳр; поэтизациле. Пире тĕнче илемне поэзилеме пулăшаканĕ те, тен, çавах [туйăм] пулĕ. В.Канюков, 1964, 61 с. А.Миттов ĕçĕсен... тепĕр уйрăмлăхĕӳкерчĕке поэзилени. А.Трофимов //Творческое наследие К.В.Иванова. 1990, 70 с. Авалхи чăваш туйĕдрамăланă, поэзиленĕ йăла-йĕрке уявĕ. ЧС, 1994, 8 кл., 17 с.

презерватив

п.с. СПИДпа венери чирĕсенчен сыхланма тата çие юласран упранма пулăшакан ятарлă хатĕр; сыхлăх йĕнни. Презервативпа усă курни СПИД çулне пӳлме пултарать. Т-ш, 25.09.1991, 6 с. Чăваш халăхĕ халĕ те презерватив тенине çĕр тĕпне анса каймалла усал сăмах вырăнне хурать. ÇХ, 1999, 9 /, 4 с. Йӳнĕ, япăх пахалăхлă презервативсем хăш-пĕр чухне СПИД вирусне чараймаççĕ. Ар, 2002, 34 /, 3 с.

пристав

ч.с, ч.я. Суд йышăнăвне пурнăçа кĕртекен ятарлă çын. ЧР Юстици министерствинче Чăваш енри судсен 69 приставĕ тупа турĕ (ку сăмаха хăнăхман-ха эпир, ... унчченхи суд исполнителĕсем вĕсем, приставсем). ÇХ, 1998, 7 /, 2 с. Предприятие штраф хунă-ха, анчах суд приставĕ пырса пурлăха арестлени пирки хальлĕхе сас-хура пулмарĕ. ÇХ, 1998, 49 /, 2 с. Сĕнтĕрвăрри райсучĕн приставĕн вара айăплисен парăмне шыраттарса илме хевти ... çитмест-ши. К-н, 2002, 7 /, 4 с. Пристав пысăккăн «хыпасшăн» [Пуçелĕк]. К-н, 2002, 16 /, 15 с.

прихут

ч.с. Пĕр-пĕр тăрăхри чиркӳ тата унта çӳрекен йыш. Богослови кандидачĕн диссертацине чăваш прихутĕнче ĕçлесе хӳтĕлерĕм. Х-р, 15.09.1992, 4 с. Пачăшкă прихутсен шучĕ хăвăрт ӳснишĕн кăмăлсăр. ЧÇ, 1998, 11 /, 4 с. Петĕр атте ĕçлеме пуçланăранпа прихутри тĕне ĕненекенсем кĕлĕ çуртне ытларах çӳреме тытăннă. Х-р, 21.10.2000, 2 с. — прихут канашĕ (Х-р, 4.08.2000, 4 с.); чиркӳ прихучĕн старости (Х-р, 11.08.2000, 2 с.).

продюсер

ç.с. Пултарулăх ушкăнне ăнăçлă ĕçлеме майсем туса паракан (укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен, реклама йĕркелекен т.ыт.те) ятарлă çын. Наци эстрадине чăннипех йĕркеленсе çитме чăваш продюсерĕсем çукки те хытах чăрмантарать пулмалла. Х-р, 1994, 6 /, 4 с. Эсĕ ... унчченхи продюсерупа мĕнле хирĕçсе кайма пултарнă-ха. Т-ш, 1999, 12 /, 11 с. — продюсер фирми (Х-р, 1994, 6 /, 4 с.); продюсер центрĕ (К-н, 2001, 20 /, 8 с.); — фотоӳкерӳ продюсерĕ (ÇХ, 1998, 25 /, 4 с.); вăйă продюсерĕ (ÇХ, 1999, 49 /, 4 с.); эстрада ушкăнĕн продюсерĕ (ÇХ, 2000, 11 /, 3 с.); передача продюсерĕ (ÇХ, 2001, 22 /, 12 с.).

профессилĕх

ç.с., п.п. Çын хăйĕн ĕçне лайăх пĕлни; професси ăсталăхĕ. Пăлхар тата чăваш чĕлхисемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухмашкăн М.Закиевăн профессилĕх, ĕçе пĕлни çителĕклĕ мар. Х-р, 25.09.1996, 3 с. Çĕнĕ парламент ... профессилĕх тĕлĕшпе унчченхинчен кайра ... Финанспа бюджет комитечĕн пуçлăхĕнчефилософ-атеист. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Сирĕн пысăк профессионализма укçа-тенкĕпе палăртма пултараççĕ. Х-р, 7.09.1996, 3 с. — профессилĕх шайĕ (ЧÇ, 1998, 22 /, 12 с.); профес-сионализм шайĕ (ЧТ, 1998, 5 /, 7 с.); профессионализм енĕсем (ÇХ, 1999, 10 /, 2 с.); профессионализмпа палăр (Х-р, 26.06.2003, 1 с.).

профессионализм

ç.с., п.п. Çын хăйĕн ĕçне лайăх пĕлни; професси ăсталăхĕ. Пăлхар тата чăваш чĕлхисемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухмашкăн М.Закиевăн профессилĕх, ĕçе пĕлни çителĕклĕ мар. Х-р, 25.09.1996, 3 с. Çĕнĕ парламент ... профессилĕх тĕлĕшпе унчченхинчен кайра ... Финанспа бюджет комитечĕн пуçлăхĕнчефилософ-атеист. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Сирĕн пысăк профессионализма укçа-тенкĕпе палăртма пултараççĕ. Х-р, 7.09.1996, 3 с. — профессилĕх шайĕ (ЧÇ, 1998, 22 /, 12 с.); профес-сионализм шайĕ (ЧТ, 1998, 5 /, 7 с.); профессионализм енĕсем (ÇХ, 1999, 10 /, 2 с.); профессионализмпа палăр (Х-р, 26.06.2003, 1 с.).

психбольница

п.с., калаç. Ăс-тăн пăсăлнине, психика чирĕсене сиплемелли больница; психиатри больници. А.Фроловский ... республикăри психбольницăра вăй хурать. К-н, 1988, 1 /, 2 с. Ирĕксĕрех кун хыççăн «Чăваш Республики — пысăк психбольница» тесе шутласа илетĕн. ÇХ, 1997, 15 /, 6 с. Ăна психбольницăра ирĕксĕрлесе сиплĕç. Х-р, 1.03.2000, 1 с. Ватă уголовника психбольницăна экспертизăна илсе килнĕ. ÇХ, 2000, 6 /, 12 с. — психбольницăна ăсат (В.Енĕш, 1981, 138 с.); псих-больницăна хуп (Х-р, 24.06.1992, 3 с.); психбольницăна вырнаçтар (Х-р, 23.03.2000, 2 с.).

психотерапевт

ç.с. Психикăн йывăрах мар чирĕсене психологи меслечĕсемпе (ытларах — калаçу мелĕпе) сиплекен ятарлă врач. Психотерапевт нумай чире çĕнтерме пултарать [Пуçелĕк]. Х-р, 13.10.1993. Шел те, вăл [пӳсĕр чирĕ] психотерапевт патне кайнипе иртмест. С-х, 2000, 36 /, 1 с. Республикăн диагностика центрĕнче Чăваш Республикинчи психиатрсен, психологсен тата психотерапевтсен иккĕмĕш сpезчĕ уçăлчĕ. Х-р, 23.06.2000, 2 с. Сире хумхантаракан ыйтăва ... психотерапевт-семпе сексопатологсем татса пама тивĕçлĕ. Ар, 2001, 9 /, 4 с.

путĕш

п.в. Мерекке, мыскара, камит; путиш. Тĕрлĕ путĕш пур иккен тĕлĕнтермĕш тĕнчере. А.Ĕçхĕл, 1962, 30 с. Тăхти вăл питĕ путĕш, кăсăк çынччĕ. С.Шавлы, 1968, 143 с. Чăваш халăх эстетикинче путĕш категорийĕ хăйне майлă тĕсленнĕ. Ю.Артемьев, 1991, 104 с. «Ай, путĕшсем эсир!»кулать çерçи. ХС, 1999, 23 /, 3 с.

пуш

п.п., ч.я. Çулталăкăн виççĕмĕш уйăхĕ; март. Кун çинчен пĕлтерни Чăваш ене пушăн 3-мĕшĕнче тин çитнĕ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕ маншăн уяв мар. М.Карягина //Т-ш, 1998, 10 /, 2 с. Пушăн 26-мĕшĕнче Путин мар, Б.Ельцин еткерлĕхĕнчен юлнă команда çĕнтерчĕ. А-и, 2000, 1 /, 2 с. 2003 çулхи пушăн 1-мĕшĕччен конкурса ... виçĕ материал тăратмалла~~. Х-р, 6.02.2003, 1 с.

пуш уйăхĕ

п.п., ч.я. Çулталăкăн виççĕмĕш уйăхĕ; март. Кун çинчен пĕлтерни Чăваш ене пушăн 3-мĕшĕнче тин çитнĕ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕ маншăн уяв мар. М.Карягина //Т-ш, 1998, 10 /, 2 с. Пушăн 26-мĕшĕнче Путин мар, Б.Ельцин еткерлĕхĕнчен юлнă команда çĕнтерчĕ. А-и, 2000, 1 /, 2 с. 2003 çулхи пушăн 1-мĕшĕччен конкурса ... виçĕ материал тăратмалла~~. Х-р, 6.02.2003, 1 с.

суд приставĕ

ч.с, ч.я. Суд йышăнăвне пурнăçа кĕртекен ятарлă çын. ЧР Юстици министерствинче Чăваш енри судсен 69 приставĕ тупа турĕ (ку сăмаха хăнăхман-ха эпир, ... унчченхи суд исполнителĕсем вĕсем, приставсем). ÇХ, 1998, 7 /, 2 с. Предприятие штраф хунă-ха, анчах суд приставĕ пырса пурлăха арестлени пирки хальлĕхе сас-хура пулмарĕ. ÇХ, 1998, 49 /, 2 с. Сĕнтĕрвăрри райсучĕн приставĕн вара айăплисен парăмне шыраттарса илме хевти ... çитмест-ши. К-н, 2002, 7 /, 4 с. Пристав пысăккăн «хыпасшăн» [Пуçелĕк]. К-н, 2002, 16 /, 15 с.

ăрăм

ч.п. Асам, тĕлĕнтермĕш хăват; юм. Пичугин феноменĕ маги мар, ăрăм та мар. КЯ, 19.12.1989, 4 с. Шупашкарта хайхи çиçĕм пек çутă та хĕвел пек хĕрӳ пайăркаллă, ăрăм хăвачĕллĕ ... чăваш чĕлхипе калаçакансене курсах каймарăмăр. Я-в, 1990, 7 /, 30 с. Илем асамĕнчен, ăрăмĕнчен юрату вучĕ ăшне ... кĕрсе ӳкесрен чăннипех те хăранă эпĕ. В.Эктел, 1996, 102 с. Мĕнре-ши Ухсай Яккăвĕн ... харкам хăйле тĕнчин ăрăмĕ. Х-р, 27.12.2001, 4 с. — ăрăм сăмахлăхĕ (П.Метинпа А.Мефодьев, 1997, 9 с.); — юрату ăрăмĕ (ÇХ, 2001, 34 /, 11 с.); Дебюсси ăрăмĕ (Я-в, 2000, 4 /, 14 с.); Атăл ăрăмĕ (Х-р, 18.06.2002, 3 с.).

ăрăмçă

ч.с. 1. Юмăçă, вĕрӳçĕ; халăх сиплевçи, экстра-сенс (туп.). Тĕрлĕрен ăрăмçăсем халĕ те пур иккен çĕр çинче. К-н, 1988, 17 /, 4 с. Асамçăпа ăрăмçă [Пуçелĕк]. Х-р, 25.12.1991, 2 с. Çĕршыври мĕн пур тухтăр, ăрăмçă Серапиона сыватма хăтланса пăхнă. ÇХ, 1997, 28 /, 4 с. Ăрăмçă е алă тăрăх юмăç пăхакан патне канаш ыйтма кайнă-и. Т-ш, 1999, 5 /, 12 с. — чăваш ăрăмçи (ЧС, 1993, 10 кл., 41 с.); вуду халăхĕн ăрăмçи (Х-р, 12.07.2001, 3 с.). 2. Асамçă, пысăк ăстаçă. Чун-чĕререн тав вĕсене — журналăн ăрăмçисене! В.Давыдов-Анатри //К-н, 1985, 5 /, 5 с. Ăрăмçă вырăннех хураттăм хама хам. Я-в, 1991, 7 /, 18 с. Мăнаçлăскер, ĕнен мана, эпăрăмçă. Х-р, 22.02.2000, 4 с. — сăмах ăрăмçи (ХЧЛ, 1990, 11 с.; А.Смолин, 1999, 82 с.); — ăрăмçă куккук (В.Энтип //Я-в, 1991, 7 /, 12 с.); куккук-ăрăмçă (Х-р, 5.09.1996, 4 с.); ăрăмçă-гастролер (Хв.Уяр //Х-р, 30.09.1992, 2 с.); ăрăмçă-пике (В.Эктел, 1996, 51 с.).

ăспурлăх

ç.с. Халăхăн пурнăç палă-рăмĕсен тата пултарулăхĕпе çитĕнĕвĕсен пĕрлĕхĕ (тĕнче курăмĕ, чĕлхи, тум-тирĕ, йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ т.ыт. те); культура. Чăваш халăхĕн тата мĕнпур Чăваш енĕн ирĕкĕпе чысĕ, ырлăх-сывлăхĕпе ăспурлăхĕ (культури). В.Станьял //Х-р, 19.12.1991, 2 с. Çак тапхăрта тăван чĕлхе, ăспурлăх (культура) пирки калаçни теприне тарăхтарать те пулĕ. А.Смолин //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Пирĕн этикетра ун [хурав] валли ăспурлăх çителĕклĕ. Х-р, 3.10.1992, 2 с. Çак музей пирĕн ăспурлăхăн, культурăн уйрăлми пайĕ. Ç-т, 1995, 4—5 /, 31 с. — тăван йăх ăс пурлăхĕ (ЧС, 1993, 10 кл., 3 с.); тăван халăх ăс пурлăхĕ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 6 с.).

ăсçутавçă

ç.с. Халăха çутта кăларакан тата пĕлӳ саракан çын; çутлăхçă (туп.), просветитель. 30-мĕш çулсенче хăшĕсем чăваш ăсçутавçине И.Я.Яковлева «октябрист», «монархист» тесе айăплаççĕ. Ю.Артемьев, 1991, 135 с. Чăваш халăх ăсçутатуçи (просветителĕ) И.Я.Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнине уявлама... хатĕрленнĕ май. К-ш, 1997, 39 /, 4 с.; — аслă ăсçутавçă (КЯ, 15.11.1989).

ăсçутатуçă

ç.с. Халăха çутта кăларакан тата пĕлӳ саракан çын; çутлăхçă (туп.), просветитель. 30-мĕш çулсенче хăшĕсем чăваш ăсçутавçине И.Я.Яковлева «октябрист», «монархист» тесе айăплаççĕ. Ю.Артемьев, 1991, 135 с. Чăваш халăх ăсçутатуçи (просветителĕ) И.Я.Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнине уявлама... хатĕрленнĕ май. К-ш, 1997, 39 /, 4 с.; — аслă ăсçутавçă (КЯ, 15.11.1989).

ăшăлăх

ç.с. Ăшă кăмăл, кăмăллăх, чун ăшши. Юлташ... Çак сăмахра мĕн чухлĕ ăшăлăх, хисеплĕх тата ыркăмăллăх! Х-р, 30. 06.1992, 4 с. Çемçелĕх, ăшăлăх — чăваш юнĕнче, чунĕнче. ÇХ, 1997, 52 /, 4 с. Килти ăшăлăха, ирĕклĕхе туйса савăнтăм. ÇХ, 1998, 1 /, 5 с. Кристина сăнарĕ чуна ăшăлăх, лăпкăлăх парнелерĕ. Т-ш, 1999, 32 /, 4 с.

ĕмпӳ

ч.с., ç.п. Патшалăх ертӳçи, çулпуç. Пире «çутă пуласлăхпа» астаракансем темиçе ĕмпӳ те пулчĕç ĕнтĕ. В.Эктел //Я-в, 1990, 5 /, 28 с. Ав, ĕмпӳ-политик чанĕ çапрĕ çĕнĕ кĕвĕпе. Н.Ишентей, 1997, 4 с. Чăваш ĕмпĕвĕсемпе чăваш усламçисем те паянхи кунпа çеç пурăнаççĕ-тĕр. ÇХ, 1999, 9 /, 12 с.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

йат

имя
звание
достоинство
молва

йатлă — по имени
— есĕ мĕн йатлă? — тебя как звать?
— Ахванеç — Афанасий
чăваш йатне ан çĕрт — не роняй достоинства чувашина
санăн йату чаплă — твое имя славное
санăн çинчен ырă йат сарăлчĕ — о тебе распространилась добрая молва
пичче çинчен такам усал йат сарса çӳрет — о брате (старшем) не известно кто распространяет дурную молву
йатлă курка — именной ковш (на пирушке)
йатсăр — безыменный
йатсăр пӳрне — безыменный палец

пихен

см. пикен
стараться
чăваш йăлине пăрахтарма пихеннĕ çын — человек, заботящийся о том, чтобы заставить оставить чувашский обычай

сурпан

сурбан
чăваш хĕр арăмĕ сурпана çӳрет — чувашская женщина носит сурбан
сурпан çакки — привесок к сурбану
сурпан хăми — отвал

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

акăльски

(хальхилле акăлчанла) акăлчансем туни. «Ман çава пит аван», «ман çурла пит лайăх», «акăльски» тет пирĕн енчи чăваш. Акăльски тени çавана е çурлана англичансем тунине пĕлтерет; кам вăл англичансем? [Хыпар 1906, № 17:267].

библиотека

кĕнекесем хуракан вырăн; кĕнеке пуххи. Унта лайăх кĕнекесем нумай (библиотека) пулнă [Святой 1896:5]; Школасем, библиотекасем (кĕнекесем хуракан вырăн, кĕнекесем пухувĕ), читальнясем (хаçетсем, кĕнекесем вулакан вырăн) хаçетсем кăларас тесен ялан канчĕрлесе тăраççĕ [Хыпар 1906, № 34:533]; Чăвашсем çĕнĕ Раççĕйра ытти халăхсемпе пĕр тан пулĕç: <…> асăнмалли чăваш япалисене пуххисем (музейсем), кĕнеке пуххисем (библиотекăсем) пулĕç <…> [Комиссаров 1918:39].

благочинный

чиркӳсене, монастырьсене пăхса тăракан. Монастырсене пăхса тăракан (благочинный) архимандрит Аркадий, чăваш монастырин пуçлăхĕ игумен Антоний, çав таврари чиркӳсене пăхса тăракан пуп (благочинный) А. Добросмыслов тата çывăхри ытти саласенчи пупсем те, чиркӳ тумĕ (риза) тăхăнса архиерее хирĕç хĕреспе, турăшсемпе тухнă [Освящение 1904:7].

больница

сыв мар çынсем выртакан çурт. Февралĕн 12 кунĕнче чирлĕ çын каллах йывăрлана пуçланă, … ирхине 13 кунĕнче сылтăм пĕççи шыçса тухнă, вара ăна сыв мар çынсем выртакан çурта (больницана) илсе кайса выртарнă [Чума 1897:8]; Анчах чăваша çав чирсенчен сыхланма е чирсене эмеллеме вĕрентсен, ытларах тухтăрсем, хĕвершшĕлсем чăваш хушшине ярсан, чăваш хушшинче ытларах аптеккăсем, чирлĕ çынсене эмеллемелли çуртсем (болнитсăсем) лартса парсан чирлекенĕ те чăваш хушшинче сахалланатех [Комиссаров 1918:25].

йыхăр

чĕн. Чăнах та, пуçаруллă чăвашсем йăхăрнă (чĕннĕ) тăрăх чăваш халăхĕ пĕрлешме пуçларĕ [Комиссаров 1918:28].

ката

усрав вăрманĕ. Пăхăр-ха тури чăваш яльне: аякран пăхсан – ката (усрав вăрманĕ), патне çитсен – ял [Комиссаров 1918:20].

каяш вăрлăх

начар вăрлăх. Пирĕн чăваш пек вĕсем начар (каяш) вăрлăх акмаççĕ, чипер, тутă, çĕнĕ тырă акма тăрăшаççĕ [Степанов 1906:4].

кăтартма

спектакль. <…> кăтартмасем (спектакльсем) тумалли чăваш çурчĕсем пулĕç [Комиссаров 1918:39].

кĕçатă

(хальхилле кăçатă) çăмат. <…> чăваш кĕпе-йĕм, кĕрĕк-сăхман, тăлăп, чаппан (аçам), тăла-çăпата, кĕçатă (çăмат), тырă-пулă, пахча-çимĕç – пурне те хăй тума пултарать те, тăвать те [Комиссаров 1918:20].

композиттăр

, композитор шухăшласа нотпа юрă кĕввисем çыракан; юрламаллисене çыракан. Чăваш юррисен кĕввисем нумайĕшĕ чаплă композиттăрсем (шухăшласа нотпа юрă кĕввисем çыракансем) çырнă кĕвĕсем евĕрлĕ [Комиссаров 1918:23]; Чăвашран чаплă поэтсем, кĕнекеçĕсем тухĕç; хамăрăн композиторсем (юрламаллисене çыракансем) <…> тухса чаплăланĕç [Комиссаров 1918:39].

летаргия

(хальхилле летарги) вилнĕ пек çывăрса кайни. Вырăс хушшинче те, чăваш хушшинче те калаççĕ: хăш чухне çын вилнĕ пек пулса çывăрса каять (летаргия) [Çулталăк 1913:18].

музей

асăнмалли япаласен пуххи. Чăвашсем çĕнĕ Раççейра ытти халăхсемпе пĕр тан пулĕç: <…> асăнмалли чăваш япалисене пуххисем (музейсем), кĕнеке пуххисем (библиотекăсем) пулĕç <…> [Комиссаров 1918:38–39].

мусульман пул

тутара тух. Пĕр ырă кăмăллă чăваш хĕрĕ мусульман пулса (тутара тухса) тутар ачине качча каясшăн пулнă [Хыпар 1906, № 12:187].

намас

кĕлĕ. Намасран (кĕлĕрен) таврăнсан Керимулла чей ĕçрĕ, çавăнтах тата кăнтăрлахи çирĕ те хăйĕн пĕлĕшĕ Микулай ятлă чăваш патне кайрĕ [Беседа 1910:10].

сикекен

ерекен. Сикекен (ерекен) чир чăваш яльне пырса çыхлансан пит час сарăлса каять <…> [Комиссаров 1918:8].

словарь

сăмах пуххи. Чăваш сăмахĕсене халĕ тĕпĕ-йĕрĕпе, ăçтан тухнине, мĕнле çырсан тĕрĕсрех пулнине тĕпчесе сăмах пуххи (словарь) туса çырса пĕтермен халĕ [Комиссаров 1918:3].

ту

сăрт. Çипирте Тобольск ятлă хула патĕнче Чăваш тăвĕ ятлă ту (сăрт) пур [Комиссаров 1918:14].

улпут

тăрăн, мăрса, хан; хуçа. Чăваш хушшинче ун чухне виç тĕслĕ çын пулнă: хырăç (куланай) тӳллекен, хырăçран çăлăнни (торхан) тата улпут (тăрăн, мăрса, хан) [Комиссаров 1918:19–20]; Чура йĕре-йĕре хăйĕн улпучĕ (хуçи) умне чăркуçланса ларнă [Избранные 1905:70].

циркуляр

хут. Министрсем хăсене пăхăнса тăракан чиновниксем патне мĕн-мĕн тумалли çинчен циркулярсем (хутсем) час-часах ярса тăраççĕ [Хыпар 1906, № 39:604]; Бугульма уясăнчи чăваш учителсене январте школсене пăхакан отделениерен çапла хут (циркуляр) çитнĕ: чăваш хаçетне «Хыпара», унта правительствона тата тĕне хирĕç çырнăран учителсем илмелле мар [Хыпар 1907, № 5:39].

чаппан

аçам. Иванран санăн аннӳ кĕркунне чаппан (аçам) тăхăнса çӳрет-и, сăкман-и тесе ыйт! [Букварь 1902:134]; <…> чăваш кĕпе-йĕм, кĕрĕк-сăхман, тăлăп, чаппан (аçам), тăла-çăпата, кĕçатă (çăмат), тырă-пулă, пахча-çимĕç – пурне те хăй тума пултарать те, тăвать те [Комиссаров 1918:20].

чаххутка

тип чир; ӳпке çĕрни. Ку кĕнеке çинче … чаххутка (тип чир) çинчен … каланă [Сборник 1903:VI]; Чаххуткăпа (ӳпке çĕрнипе) вилекен чăваш хушшинче ытла та нумай [Комиссаров 1918:8].

чиркӳ II.

турă çурчĕ. Чиркӳ – Туррăн çурчĕ [О церкви 1894:12]; Чăваш прихучĕсенче халăха лайăх вĕрентсе пурăнакан пачăшкасем пулĕç, Турра ĕненекен халăх хăй лартнă турă çуртне (чиркĕве) тăрăшса сыхласа пурăнĕ <…> [Комиссаров 1918:39].

ырăлăх

усăллă япала. Çапла чăваш аллипе ĕçлесе тунă ырăлăхсем (усăллă япаласем) пĕтĕм Раççея та усă кӳнĕ [Комиссаров 1918:20].

январь

кăрлач уйăхĕ; мăн кăрлач. 1907-мĕш çулта кăрлач (январь) уйăхĕнче чăваш хаçат сасси илтĕнми пулчĕ [Хыпар 1917, № 1:1]; Тата ăна святойсем хушшине йышăнса мăн кăрлачăн (январĕн) вун тăваттăмĕш кунĕнче çуллен-çул вăл вилнине асăнса праздник тума хушнă [Святая 1909:25].

çăва

масар. Курпун çынна çăва (масар) шăтăкĕ кăна тӳрлетет [Хыпар 1907, № 12:89]; Анчах пире ача пур чăвашăн та çуралманнипе чăваш чирлесе çăва (масар) çине шăна пек тăкăнни анчах мар кулянтарать [Комиссаров 1918:9]; Çăва (масар) çинче шăмă купаланса çĕрсе выртать [Внутреннее 1913:49].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

академия

сущ.жен.
академи (тĕпчев учрежденийĕ е аслă шкул); сельскохозяйственная академия ял хуçалăх академийĕ; Национальная академия наук и искусств Чувашской Республики Чăваш Республикин ăслăлăхпа ӳнер наци академийĕ

артист

сущ.муж. (син. актёр)
артист; народный артист Чувашии чăваш халăх артисчĕ

блюдо

сущ.сред., множ. блюда (блюд, блюдам)
1. (син. тарелка) чашăк; глубокое блюдо тарăн чашăк
2. (син. кушанье) апат, çиме; первые блюда пĕрремĕш çимесем (яшка таврашĕ); вторые блюда иккĕмĕш çимесем (шаркку, пăтă, катлет таврашĕ); третьи блюда виççĕмĕш çимесем (чей, компот таврашĕ); чувашские национальные блюда чăваш халăх апачĕсем

божество

сущ.сред.; множ. божества (-еств)
турă; чувашские языческие божества чăваш туррисем (Мăн турă, Кепе, Пихампар т. ыт.)

ведомость

сущ.жен., множ. ведомости
1. (син. сводка, список) ведомость на зарплату ĕç укçи ведомоçĕ; расписаться в ведомости ведомоçра алă пус
2. ведомости множ. ведомоçсем (хăш-пĕр пичет кăларăмĕсен ячĕ); Ведомости Государственного Совета Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Ведомоçĕсем

верховный

прил. (син. высший, главный)
аслă; верховная власть аслă власть; Верховный суд Чувашской Республики Чăваш Республикин аслă сучĕ

вышивка

сущ.жен.
1. тĕрлев; тĕрĕ тĕрлени; заниматься вышивкой тĕрĕ тĕрле
2. тĕрĕ, эреш; чувашская вышивка чăваш тĕрри

герб

сущ.муж., множ. гербы
герб (патшалăхăн, хулан символла ӳкерчĕкĕ); Герб Чувашской Республики Чăваш Республикин гербĕ; герб города Чебоксары Шупашкар хулин гербĕ

гласный

2. прил:. гласные звуки уçă сасăсем; редуцированные гласные чувашского языка чăваш чĕлхинчи вăйсăр уçă сасăсем (ă, ĕ)

говор

сущ.муж.
1. (син. речь, голоса) калаçу, пуплешӳ; калаçни, пуплешни; çын сасси; с улицы слышится говор людей урамран çынсем калаçни илтĕнет
2. (син. произношение) калу, пуплев; калани; у него говор какой-то нерусский унăн пуплевĕ темле вырăсла мар
3. (син. диалект) калаçу (чĕлхен вырăнти уйрăмлăхĕсем); верховой говор чувашского языка чăваш чĕлхин тури калаçăвĕ

государственный

прил.
патшалăх -ĕ; государственный строй патшалăх йĕрки; Государственная Дума Патшалăх Думи (Раççей парламенчĕн кĕçĕн палати); Государственный Совет Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ

грамматика

сущ.жен.
1. грамматика (чĕлхе тытăмĕ— сăмах формисем, предложенисем); изучать грамматику русского языка вырăс чĕлхин грамматикине тишкер
2. грамматика (чĕлхе тытăмне тĕпчекен ăслах); сопоставительная грамматика русского и чувашского языков вырăс тата чăваш чĕлхисен танлаштаруллă грамматики

гриф

2. сущ.муж.
гриф (пичет, штемпель е кăларăм хуçин ятне кăтартни); книга вышла под грифом Чувашского университета кĕнеке Чăваш университечĕн грифĕпе тухнă

диалект

сущ.муж.
диалект (пĕр-пĕр чĕлхен вырăнти калаçăвĕ); верховой диалект чувашского языка чăваш чĕлхин тури диалекчĕ

драматургия

сущ.жен.
драматурги (драма хайлавĕсем; вĕсене çырас тата лартас ăсталăх); современная чувашская драматургия ку чухнехи чăваш драматургййĕ

епархия

сущ.жен.
епархи (архиерей пăхакан чиркӳ округĕ); Чебоксарская и Чувашская епархия Шупашкар тата Чăваш епархийĕ

журналист

сущ.муж., журналистка жен.
журналист (хаçат-журнал, радио, телевидени ĕçченĕ); журналисты чувашского радио чăваш радио журналисчĕсем; ассоциация журналистов журналистсен пĕрлешĕвĕ; пресс-конференция для журналистов журналистсем валли ирттерекен пресс-конференци

заимствование

сущ.сред.
йышăну; йышăнни; йышăннă пулăм; русские заимствования в чувашском языке чăваш чĕлхи вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсем

звукоподражание

сущ.сред.
сасă евĕрлевĕ (сăм., вырăс чĕлхинче «ку-ку» — куккук сассипе, «ква-ква» — шапа сассипе; чăваш чĕлхинче «нăрх-нăрх» — сысна сассипе, «тӳп» — çапни е ӳкнĕ сасăпа)

землячество

сущ.сред.
ентешлĕх (ентешсен, йăхташсен пĕр-пĕр çĕрти пĕрлешĕвĕ); чувашское землячество в Казани Хусанти чăваш ентешлĕхĕ

исследование

сущ.сред.
1. (син. изучение) тишкерӳ, тĕпчев; тишкерни, тĕпчени; исследование состава почвы тăпра тытăмне тĕпчени
2. тĕпчев ĕçĕ; ценное исследование по истории чувашского народа чăваш халăхĕн историйĕпе çырнă паха тĕпчев ĕçĕ

календарь

сущ.муж.
1. календарь (вăхăт шучĕн йĕрки); юлианский календарь юлиан календарĕ (кивĕ стиль); григорианский календарь григориан календарĕ (çĕнĕ стиль); чувашский народный календарь чăваш халăх календарĕ
2. календарь (хут листи çине е кĕнеке майлă çапса кăларни); отрывной календарь татмалли календарь
3. календарь, кун йĕрки (ĕçсене кун тăрăх палăртса тухни); календарь спортивных игр спорт вăййисен йĕрки

классик

сущ.муж.
классик (культурăра, ăслăлăх тĕпчевĕнче чапа тухнă çын); классики чувашской литературы чăваш литературин классикĕсем

крестьянство

сущ.сред.
хресченсем; чувашское крестьянство чăваш хресченĕсем

лексика

сущ.жен.
сăмахлăх, сăмахсем (чĕлхери сăмахсен йышĕ); заимствованная лексика ютран йышăннă сăмахсем; разговорная лексика пуплешӳ сăмахлăхĕ; лексика чувашского языка чăваш чĕлхинчи сăмах йышĕ

лингвистика

сущ.жен. (син. языкознание)
чĕлхе пĕлĕвĕ; чувашская лингвистика чăваш чĕлхе пĕлĕвĕ

мифология

сущ.жен.
1. халапсем; чувашская мифология чăваш халапĕсем
2. мифологи (халапсене тĕпчекен ăслăлăх)

музыка

сущ.жен.
кĕвĕ, юрă-кĕвĕ, музыка; эстрадная музыка эстрада юрри-кĕвви; чувашская народная музыка чăваш халăх кĕвви

народ

сущ.муж.
1. халăх (пĕр çĕршывра пурăнакан çынсем); американский народ Америка халăхĕ, США халăхĕ
2. халăх (пĕр несĕлтен тухни, пĕр чĕлхепе калаçакан çынсем); чувашский народ чăваш халăхĕ; народы России Раççей халăхĕсем
3. халăх, çынсем, йыш; в зале много народу залра çын нумай; делать работу всем народом ĕçе пĕтĕм йышпа ту

национальность

сущ.жен.
наци, халăх; в Чувашии дружно живут люди разных национальностей Чăваш енте тĕрлĕ халăх çыннисем туслă пурăнаççĕ

национальный

прил.
наци -ĕ; национальный язык наци чĕлхи; Чувашский национальный конгресс Чăваш наци конгресĕ (тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсен обществăлла пĕрлешĕвĕ)

орнамент

сущ.муж.
эреш, тĕрĕ (геометри кĕлеткисенчен майлаштарса туни); орнамент чувашской вышивки чăваш тĕррин эрешĕ

падеж

сущ.муж.
падеж, ӳкĕм (ят сăмахсен форми); именительный падеж ят падежĕ (вырăс чĕлхинче); основной падеж тĕп падеж (чăваш чĕлхинче); падежи существительных япала ячĕсен падежĕсем

песня

сущ.жен., множ. песни
юрă; чувашские народные песни чăваш халăх юррисем; петь песню юрă юрла

писатель

сущ.муж., писательница жен.
çырăвçă; народный писатель Чувашии чăваш халăх çырăвçи; детские писатели ача-пăча çырăвçисем; мастерство писателя çырăвçă ăсталăхĕ

письменность

сущ.жен.
çырулăх; создание чувашской письменности чăваш çырулăхне пуçарса яни

поэзия

сущ.жен.
поэзи (сăвăласа çырнă хайлавсем); современная чувашская поэзия ку чухнехи чăваш поэзийĕ

президент

сущ.муж.
президент (çĕршыв е организаци пуçлăхĕ); Президент Чувашской Республики Чăваш Республикин Президенчĕ; президент акционерного общества акционерсен пĕрлешĕвĕн президенчĕ

притяжательный

прил.
камăнлăх -ĕ; притяжательные местоимения камăнлăх местоименийĕсем (сăм., мой — манăн, твой — санăн, наш— пирĕн); притяжательный падеж камăнлăх падежĕ (чăваш чĕлхинче, сăм.: ачан, кĕнекен, çуртсен); притяжательные формы камăнлăх формисем (чăваш чĕлхинче, сăм.: аннем, аннӳ, амăшĕ)

просветитель

сущ.муж.
çутта кăларакан; И.Я. Яковлев — просветитель чувашского народа И.Я.Яковлев — чăваш халăхне çутта кăларакан

республика

сущ.жен.
республика (аслă влаçа халăх суйлакан çĕршыв); Чувашская Республика Чăваш Республики; столица республики республика тĕп хули

с

со предлог
1. на вопрос «откуда?» çинчен; -тан (-тен), -ран (-рен); встать со стула пукан çинчен тăр; поднять с земли çĕртен ил
2. при обозначении времени и места начала действия -тан (-тен), -ран (-рен), -чен; начнём с полива грядок йăран шăварнинчен пуçлăпăр; подойти с левой стороны сулахай енчен пыр; помню с детства ачаран астăватăп
3. указывает на совместность действия -па (-пе); Пошли с нами! Атьăр пирĕнпе!
4. при обозначении принадлежности, наличия -лă (-лĕ); -па (-пе); дом с крыльцом крыльцаллă пӳрт; бутерброд с маслом çупа çăкăр
5. при обозначении лица или предмета, связанного с действием -ран (-рен), -тан (-тен), -чен; получить деньги с покупателя тавар туянакантан укçа ил; перевести рассказ с чувашского языка калава чăваш чĕлхинчен куçар

сессия

сущ.жен.
сесси (вăхăтран вăхăта ирттерекен лару); сессия Государственного Совета Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕ

совет

сущ.муж.
1. (син. рекомендация) канаш, сĕнӳ, сунăм; дать совет канаш пар
2. канаш (суйлавлă орган); Государственный Совет Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ
3. совет (1917 çул хыççăн пирĕн çĕршывра çирĕпленнĕ, халĕ пăрахăçланнă тытăм органĕсен ячĕ); районный Совет район Совечĕ

университет

сущ.муж.
университет (тĕрлĕ енĕпе специалистсем хатĕрлекен аслă шкул); педагогический университет педагогика университечĕ; Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ

факультет

сущ.муж.
факультет (аслă шкулăн пĕр тĕрлĕ кадрсем хатĕрлекен уйрăмĕ); физико-математический факультет физикăпа математика факультечĕ; факультет чувашской филологии и культуры чăваш филологийĕпе культури факультечĕ

фразеология

сущ.жен.
1. фразеологи (чĕлхери фразеологизмсен пĕтĕм йышĕ); чувашская фразеология чăваш фразеологийĕ
2. фразеологи (чĕлхе пĕлĕвĕн фразеологизмсене тĕпчекен пайĕ)

чуваш

сущ.муж., чувашка жен., множ. чуваши
чăваш; низовые чуваши анатри чăвашсем; верховые чуваши тури чăвашсем, вирьялсем; самарские чуваши Самар чăвашĕсем; чуваши — тюркский народ чăвашсем — тĕрĕк халăхĕ

чувашский

прил.
чăваш -ĕ; чăвашла; чувашский язык чăваш чĕлхи; Чувашский край Чăваш ен; чувашская диаспора чăваш диаспори (Чăваш Республики тулашĕнче пурăнакан чăвашсем); чувашские газеты чăвашла хаçатсем, чăваш хаçачĕсем

экология

сущ.жен.
1. экологи (пĕр вырăнта пурăнакан ӳсен-тăрансемпе чĕр чунсен тата çут çанталăк хутлăхĕн çыхăнуллă тăрăмĕ); экология леса вăрман экологийĕ; проблемы экологии Чувашской Республики Чăваш Республики экологийĕн çивĕч ыйтăвĕсем
2. экологи (ӳсен-тăрансемпе чĕр чунсен çут çанталăкри çыхăнăвĕсене тĕпчекен ăслăлăх); экология животных чĕр чунсен экологийĕ; экология человека этем экологийĕ

элемент

сущ.муж.
1. элемент (ансатрах пайсене пайланман хими япали); периодическая система элементов элементсен периодлă системи
2. пай, тӳпе; русские элементы в чувашской лексике чăваш лексикинчи вырăс сăмахĕсен тӳпи
3. паллă; элементы романтизма в стихах сăвăсенчи романтизм паллисем
4. вăй; прогрессивные элементы общества обществăри прогрессивлă вăйсем

энциклопедия

сущ.жен.
энциклопеди (пур тĕрлĕ пĕлӳлĕхе е пĕр ăслăлăх ăнлавĕсене çырса кăтартакан сăмахсар); медицинская энциклопедия медицина энциклопедийĕ; Краткая чувашская энциклопедия Кĕске чăваш энциклопедийĕ

этнография

сущ.жен.
1. этнографи (пĕр-пĕр халăх пурнăçĕпе йăли-йĕрки)
2. этнографи (халăхăн пурлăхпа ăс-тăн культурине тĕпчекен ăслăлăх); чувашская этнография чăваш этнографийĕ

этнос

сущ.муж.
этнос (çынсен историре чăмăртаннă пĕрлĕхĕ; йăх-ăру, халăх, наци); чувашский этнос чăваш этносĕ

язык

сущ.муж.
1. чĕлхе (ӳт пайĕ); кончик языка чĕлхе вĕçĕ; лизать языком чĕлхепе çула; отварной язык пĕçернĕ чĕлхе (апат)
2. чĕлхе, калаçу, пуплев; язык и мышление чĕлхе тата шухăшлав; лишиться языка чĕлхесĕр пул, чĕлхене çĕтер
3. чĕлхе (пĕр-пĕр халăхăн); славянские языки славян чĕлхисем; чувашский язык относится к тюркским языкам чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен шутне кĕрет; изучать иностранные языки ют çĕршыв чĕлхисене вĕрен
4. чĕлхе (халăх пуплевĕн пĕр тĕсе); литературный язык литература чĕлхи; разговорный язык калаçу чĕлхи; язык Пушкина Пушкин чĕлхи ♦ держать язык за зубами шăла çырт, ан шарла; распустить язык чĕлхене ирĕке яр, ытлашши сӳпĕлтет; с языка сорвалось сăмах вĕçерĕнсе кайрĕ; язык без костей чĕлхен шăмми çук (ытлашши сӳпĕлтетни çинчен); язык не повернётся сказать калама чĕлхе çаврăнмасть; на языке вертится чĕлхе вĕçĕнчех (калас сăмах); вкусно — язык проглотишь питĕ тутла — чĕлхӳне çăтса ярăн; язык программирования программăлав чĕлхи (компьютер ĕçĕнчĕ)

языковед

сущ.муж. (син. лингвист)
чĕлхеçĕ, чĕлхе тĕпчевçи; чувашские языковеды чăваш чĕлхеçисем

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Ивашав

название селения. Альш. Унта темиçе ял çĕрĕ: Рак-кассийĕн, Елшелин, Мертлĕн, Пимĕрселĕн, Пӳркĕлĕн, Пăрăнтăкпа Чăваш Саркамăшĕн, Вырăс Саркамăшăн (sic!), Куславккан, Кӳренĕн, Ивашавăн, Атавăн (= Сĕвĕш ялĕн). После «Вырăс Саркамăшăн» поставл. в скобк. «Вырăс Саркамăшĕн», но зачеркнуто.

самана

время (обстоятельства), период времени, период жизни; порядок, положение вещей. Капк. Самани ахалех (и так) хуран пек вĕрет (в период гражданской войны). Буин. † Саманасем (обстоятельства, положение вещей и пр.) йывăр, пуçсем çамрăк, эпир йĕменнине кам йĕтĕр. N. Самана пуçнелле кайрĕ. N. Самани çавăнта юлчĕ ĕнтĕ. N. Самана йăтăнса анчĕ (в период гражд. войны). Ачач 91. Самани урмăшнипе пулĕ ку. Богдашк. Çавăнпа чăваш арăмĕсем: юлашки самана пулĕ, теççĕ. Шел. 39. Эх, авалхи самани! çăтмахри пек тăтăмăр. Букв. 1904. Иштеркелесе тухрăм çаксем патнелле, пăхатăп — çул тап-такăр! ак саману! шăлса лартас йĕрки асра та çук! ГТТ. Хăйне уйрăм самана йăли. Календ. 1911. Çавăнпа эпир вырăс халăхĕ ĕлĕкхи саманара епле кун курнине малтан пĕлер. КС. Самана улшăнни, перемена порядков. Ib. Саманине хирĕç, согласно тогдашним обстоятельствам. Ib. Чи малтан чăваш ятне эпир вăта çĕрти самана пĕтнĕ вăхăтра тин пĕлтĕмĕр. || Миг. Рукоп. Календ. Прокоп. Хатĕр карас парсан, хурт ăна пĕр саманарах пыл тултарать.

Саркамăш

(саргамы̆ш), имя мужч. (сын Тăмпая, основатель деревни). Альш. Саркамăш — по преданию, один из З-х домоправителей мурзы, жившего на Тăхăр-ял-çĕрĕ. || Назв. двух деревень, Сорокамыш, б. Бурундуковской в., Буинск. у.: Вырăс Саркамăшĕ, Чăваш Саркамăшĕ. Альш. Пăрăнтăкăн çур ялне, вырăс вĕçне, Чăн Пăрăнтăк теççĕ; ку чăваш вĕçне — Саркамăш теççĕ. Ib. Саркамăшри ырсем. К.-Кушки. Саркамăшра выртса каян ырăсем. || Прибрежная полоса притока реки Пасна (Бездна) в различных местах носит различные названия: „Мăклă шур“, „Саркамăш“. Уресмет., Асан.

Сахрун кӳлли

назв. озера. Альш. Сахрун кӳлли. Çав кӳлĕ кутне Сахрун ятлă чăваш йывăç пахчи лартнă.

сулăнкă

(сулы̆ҥгы̆), раскат. N. Пире сулăнка ан яр (или: ярса ан хăвар). Хурамал. † Кӳлнĕ лаша — сарă çăрха, çул сулăнкисенче мĕн хуйхă. Юрк. Сулăнкăра вĕсенчен пĕри, чăваш арăмĕ, ăнсăртран кăшт çул çине тухса ӳкет. Изамб. Т. Çунасем сулăнка кайсан, ниепле те тăратмалла мар. Ib. Сĕве çинче çул тикĕс те, лавсем сулăнка каймаççĕ. Янтик. Патреслĕ çуна сулăнка каймасть, ăшне юр кĕмест.

суллантар

(-дар), понуд. ф. от гл. суллан, качать, раскачивать. || Ворожить. N. Вара юмăç пĕр çип вĕçне çăкăр хытти çыхса суллантарма тытăнат. Сред. Юм. Сôллантарса пăх (йôмăç). Йомăç пăх тессине çапла калаççĕ. Ib. Суллантарса пăх = юмăç пăхса пăх. Етрух. Юмăçĕ уна такçанхи шăмăпа суллантарса пăхса парать. (Чăваш чирĕ).

сурăм

сорăм (суры̆м, соры̆м), назв. киремети. Н. Карм. Сурăм: ăна сăра тăватпăр, эрех яратпăр, çанта, который пылпалан; урăх япала пĕçермеççĕ. Килĕрен тăваççĕ. Вăл никам куçне те курăнмаст. Чирлетет вăл чăхха-чĕппе, йытта-кушака, унтан выльăхсене чирлетет, çынна та чирлетет, чӳклемесен. Во время жертвоприношения сурăму и варки для него пива нельзя шуметь и кричать, иначе жертва не удается (т. е. божеством не принимается). Поэтому пиво для сурăма приготовляется в маленьком боченке (чашки в три), чтобы его скорее распить и закончить жертвоприношение. КАЯ. Эй мăн сурăм аслă ашшĕ, аслă амăшĕ! Эпир халь вырăсла йĕркене тытма пăрахатпăр, текех ун йĕркине тытмастпăр. Ib. Эй сурăм-киремет амăшĕ, сана, айван ывăль-хĕрсем, савса тьыха паратпăр, савса панине савса ил. Орау. 1) Килĕш-сурăм, 2) Сăмахлă-сурăм, З) Упаç-сурăм (первые два справляли дома, последний всей деревней „пухăнса ялпа тунă, Упаç панче, çырмара“). Ядр. Сорăм окçи. || Так бранят плохого жеребенка. Орау. Тьыхана ятлаççĕ сурăм тесе (сурăмшăн пусмалласкер, усси çук). || Назв. края. Панклеи. Сорăмра çирĕм икĕ ял. || Назв. двух деревень Шихазанск. р. (Тури Сурăм, Анат Сурăм) и Алик. р. (Чăваш Сурăмĕ). Торп-к. Сорăм — çутă куç, Янасал — çинче (= çинçе) пилĕк, Апаш — мăн çăпата. (Лампă çути). || Назв. речки. Панклеи.

сут-илӳ

торговля. Микушк. Вырăс, чăваш, тутар пĕрле сут-илӳ туса çӳренĕ.

суткала

учащ. ф. от гл. сут Чăв. й. пур. 16. Пасара хăй кайнă вăхăтра та çăпатисене вырăс мĕн, тутар мĕн ыйтсан, вăл пĕр сăмах та чĕнмен, чăваш ыйтсан анчах калаçса суткаланă.

сухаллан

стать с бородою, обростать бородой. Орау. Капла хуçкаланнине курсан, чăваш: сухалланнă, çапах ăс кĕмен, титчĕ ĕнтĕ.

сухати

сохати (суhади, соhад'и, из суха+туйĕ, срв. ака туйĕ), назв. ярмарки в с. Иккове, Чебокс. р. после троицы в среду. Шорк. Сохати тума киле килтĕмĕр. Ск. и пред. чув. 51. Паян унта сухати, авалтан чăваш уявĕ. Ib. 53. Хĕвел анма пуçласан, пĕччĕккĕнех сухати саланмашкăн пуçларĕ.

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

сăмах тат

решить, договориться. Кан. Чăваш труппи декабĕр уйăхĕнче мĕнле пьесăсем лартас пирки çапла сăмах татрĕç. Ала 9. Вара çапла сăмах татса хĕре калаçнă. Сред. Юм. Хĕре качча паратпăр тесе памалăх пôлсан: сăмах татнă, теççĕ.

сăхманлă

в кафтане. ТХКА 10. Прахут çинче, аялти хутра, сăхманлă пĕр чăваш çăмарта ешчĕкĕсем çине таянса тăрать.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

стан

станок. || Деревянный станок, где укрепляется жом, пресс (у маслобойки). Станок для ковки лошадей. М. Васильев. Стана кĕртсе лашана таханлама тытăнать. Чертаг. Стан çине лаша кĕртсе тăратаççĕ. Ib. Лаша таканлатмалли стан. || Стойло. Юрк. † Икĕ турă ут, пĕр кĕрен, тапăçаççĕ стантан тухасшăн. || Стан колес или ободьев. Кан. Пĕр çул хушшинчех вăл 100 стан ытла авса сутнă. || Кан. Чутеево. Пĕкĕ авкăçĕ или пĕкĕ станĕ, тукăн авкăçĕ или тукăн станĕ (из дубового чурбана). || Козлы. Б. Олг. Вот татнă стан. N. Чос çормалли стан. || Прялка. Н. Карм. || Форма. Ст. Шаймурз. † Йыснаçăм йысна, улпут пек, станра шăратнă çӳрта пек. Лашм. † Станпа каснă сурпан-пуç пурçин çитмесĕр тек тăрат. Альш. † Çинçе пĕвĕм ӳсет-çке, станран тухнă çурта пек. Н. Лебеж. † Аттеçĕм килĕнче пӳ ӳстертĕм, стана (от слова „станок“) хывнă сарă çурта пек. Сред. Юм. Тăхлан çĕрре çĕрĕ станĕ çине ярса килтех тăваççĕ. Бугульм. † Кĕмĕл çĕрри стантан тухайман, ачисем ачана çитеймен. || Формочка. Юрк. Хуран куклине чăвашсем, тăваççĕ: ашран, тăпăртсăран. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса çӳп-çӳхе тăваççĕ. Ăна вара станпа, е сăмавар питĕрекеннипе, е эрех куркипе çап-çаврака касса илеççĕ те, вĕсенĕн ăшĕсене вĕтçеççĕ туранă аша е тăпăртса илсе хураççĕ. Чустине хире-хирĕç çыпăçтараççĕ, куклĕ пек тăваççĕ. Хуранти шыв вĕреме кĕрсен, хурана ярса пĕçереççĕ. Ĕлкĕрсен, тиркĕ çине ăсса çиеççĕ. Ашран тунă пулсан, ăна юратаканнисем уксуспа çиеççĕ. Уксуса юратманнисем ахалех те пит юратса çиеççĕ. || Печатный станок. N. Станпа пустарса кăларса тăма хатĕрлесе хунă кĕнекесем çукчĕ. Не было книг для издания. Юрк. Чăваш юррисем çинчен станпа пустарнине санăнне вуласа кăтартрăм, сана пит мухтат. Ib. Аран çырупа каçат илтĕм, унта манăн чăваш ташшисем çинчен станпа пустарнă. Ib. Станпа пусса кăлар, печатать и издать. N. Манас марччĕ тесе, пуçтарса çырса станпа пустарăпăр.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çавăрнаканни

(-гаννиы), приспособление („карусель“) для кругового катанья, состоящее из кола в середине, на который надевают колесо, к нему привязывают шест, а к последнему салазки для седока. N. Чăваш ачисем урамра юртан тăваççĕ тусем, çавăрнаканнисем, таканккасем. Тойси В. Çавăрнаканни çинче çавăрнаççĕ. См. çавăрăнмалли.

çаклан

(с'алан), зацепиться. Сюгал-Яуши. Пусма ман туратран çакланса çурла кайнă. || Приставать, привязаться. N. Мĕн усал килсе çакланасси пур мана? N. Темĕскер пулчĕ мана, эпĕ халччен чирлеменччĕ, пуç ыратат, шăмă-шакă ыратат, темĕскер çакланчĕ, тесе калат, тет. ЧС. Сунас пулман кăна (лошади), пĕр-пĕр урăх чир çакланнă пулĕ, терĕ. Кан. Лаша çумне тепĕр лаша çакланса пынă вĕсемпе. N. Чуна мĕн çакланмас. || Впасть. N. Эпĕ хуйхăпа асапа çаклантăм. || Попасть. N. Çĕркĕ патшанăн туй пулнă та, çавăльте çакланмарăм-и-ха (не попала ли туда), тесе калат, тет, тилли. Баран. 56. Иккĕш анчах шыва çакланайман, çыранран тӳрех лаши-мĕнĕпе чул çине персе аннă. Юрк. Эсĕ кунта мĕн ĕçпе çаклантăн? Ib. Тамăка çакланнă çынсем иккĕн, ĕлĕк пĕрле тус пулса пурăннăскерсем, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, тытăннă савăнса калаçма. Ib. Унта пĕр вырăна (должность) çаклансан, çавăнта слушит тăва пуçлат. Ib. Ăнсăртран мана çакланчĕ те, халĕ те пулин ман çумра кушак çури пек йăпанса пурăнат. Ib. Тутар арăмĕ утилни (удельный) вăрманне вăрттăн каснă чухне ăнсăртран вăрман хуралçине çакланат. Ib. Эпир ниепле те судья камĕрне çакланаймастăпăр, тархашшăн епле çакланмаллине каласа парсамччĕ. N. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă хĕр, сарă хĕр, тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас. Дик. леб. 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? || Попасться. N. Опана çакланнă. Попался медведю. Якейк. Етменти Йăван çăрккаç плотнă çакланнă (= тытăннă). Орау. Пĕрмай пурнать халĕ, çакланмаçть. Пока ему все сходит с рук. Б. Яуши. † Карăш йăви картара, карăш пычĕ — çакланчĕ. || Чувствоваться. N. Хура вăрман урлă каçнă чух пăчăр тупрăм; пăчăрĕ çуна çине кĕреймерĕ, хул хушшине çакланмарĕ. (Шутка). || Выпасть. Альш. Малтан аслине çакланат, тет, сыхлама. || Заплетаться. Орау. Чĕлхи-çăвар пĕртте çакланмаçть ку çынăн (ловко говорит), кам-ши вăл? || Проникать, вливаться. Юрк. Вырăс чĕлхине çакланнă чăваш сăмахĕсем.

çара

(с'ара), голый. Г. А. Отрыв. Çара ура кĕллипе çӳреме йăлăхтарчĕ мана. Чураль-к. Уйра çара çатма ларĕ. (Йĕтем). Орау. Таçта тупнă (илнĕ) кăсем ку çара сыснасене. СТИК. Эй, çара çăвар, сан суеççӳ хыççăн кайса шыва кайса та вилĕн. Болтун, верь-ка тебе! Ib. Çара çăвар, сан çăмăлкăна кам пĕлмес. || Исключительно, один только, сплошь, в чистом виде; сплошной, чистый. Сĕт-к. Çара чăваш вĕренет. Учатся одни чуваши. Ск. И пред. чув. 59. Салтак картусĕ çара лапра çеç. Баран. 131. Çара хăй кăна тăм пит сайра пулать. Т. II. Загадки. Пĕчĕк пичче çара йĕп витĕннĕ. (Чĕрĕп). N. Вăл ялта çара чăваш пурăнать. N. † Çара порçăнран пиççи турăм, ĕмĕрлĕхе çыхма мар, наччаслăха çыхма. Собр. † Акка, санăн тухью çара кĕмĕл, мĕн тăрассине пĕлетре. КАЯ. Сăхманĕ çара юнлă сĕлеке (весь в кровавой слюне). N. Унăн ăшчикки çара çу. О сохр. здор. Хура-халăх çавăнпа çара çăкăр çинĕ чух вăрахăн çисе-çисе ларать. N. Поçĕ çара йон (чĕп-чĕрĕ йон, поçĕ йонлă). N. Çара сĕт, одно молоко, без примеси воды. Кратк. расск. Пĕтĕм ӳтне-тирне, çанне-çурăмне çара суран анчах туса пăрахнă. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Толст. Эпĕ халĕ ырхан, манăн çара шăмă анчах. Ой-к. Иван лаши çинчен сикрĕ-анчĕ те, курăка утмăл пăт туртакан хĕçпе касмала шăлчĕ те, çара (= пĕтĕмпе) хуп-хура юн пулса юхса карĕ, тĕт. Якейк. Пичĕ-куçĕ çара тосан. Шурăм-п. Хăй çара юн çех, тет. N. Çурăхсем çара тăм кăна киле тавăрăнатьчĕç. N. Çавăнпа çаран çара лачака кăна. Ст. Чек. Ку вăрманта çара юман кăна (состоит сплошь из одного дуба). Орау. Çара чей (без хлеба) хырăма выçтарать. Ск. и пред. чув. 18. Каçхи хĕвел ылттăн пек, йывăç витĕр курăнать; çара вĕçен-кайăк пек, унăн çутти вăйă вылять. Ярмушка-к. Пăхăртан тунă (çара пăхăрах). (Кумган) сделан из чистой меди. N. Çара кĕркунне варринче (в позднюю осень), йĕпе-сапа витĕр, Гай ятлă ял патнелле пĕр ватă çын çывăхарса пынă. || Поляна, луг на возвышенном месте. Пшкрт: тӧβӓрӓ с'ара. Ib. Мăн анаçи мăн çорлине контак çакса хуаратпăр, мăн çарари мăн çавине контак çакса хуаратпăр.

çатра

(с'атра), хворостина. Шурăм-п. Ачасем вăрман куккăрне чалăш (хăлаç) çӳлĕш çатра купаларĕç. Тораево. Шăши пĕр çатра йăтса пурчĕ (принесла хворостину), тет. N. Олмăç çатри, хворост. || Трущобник, кустарник. Н. Уз. Яргуньк. Чăваш матрос çатрара, ӳпре кукăлли хӳмĕнче, çĕмĕрт туйи аллинче. Вырăс матрос канавра, тул кукли хумĕнче, чĕн саламат аллинче. || Назв. поля, которое когда-то было очищено от кустарника. Мыслец. || Назв. дер. Татаркас. р.

çемçе

(с'эмз’э), мягкий. N. Çемçе çĕр, мягкая земля; çемçе шыв, мягкая вода. Собр. † Çинче çырма, çемçе шыв, пурçăн хуттăрне йăтаймаçт. N. Ку кĕнеке çемçе, çи хурас пуль. Рук. календ. Прокоп. Çемçерен çемçе пĕçерсе тăрсан, çемçе çăкăра нумай çиетĕн (съешь), теççĕ. || Нежный. Ёрдово. Юр кайса пĕтсен, çĕр çине çемçе, симĕс курăк шăтса тухса, хура çĕре витсе лартать. НТЧ. Çемçе чĕлхе-çăварпа сана кĕлтăватпăр. Орау. Çемçетерех калани. || Слабый, хилый, вялый. СРВВ. Т. Çынсем час-часах калаçасса пĕр тĕрлĕ калаçаççĕ, тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ, пуринчен ытла çемçерех калаçакан çынсем çапла тăваççĕ. ЧП. Кăçал илнĕ çĕнĕ çын ĕçе çемçе пулайчĕ (не выдерживает работы). N. Ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен наян, çемçе ан пул. Бугульм. † Ырă та кинçĕм (хĕр ячĕ), ĕçе çемçе пулминччĕ. Лашм. Ĕçе çемçе пулмин лайăхчĕ (сноха). Янтик. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлăк пулайрĕ; йыснаçăмах çавă пур, ĕçе çемçе пулайрĕ. Ст. Чек. Çемçе ураллă, слабый, невыносливый (человек или лошадь). N. Çемçе куçли (слабый глазами) хисепĕ те çук, хăш-хăш килре çемйипе куçсăр. Календ. 1903. Сывă, таса куçлă çын чăваш хушшинче ĕлĕк сахал пулнă, хăшин пĕрте курмасть, хăшин кăшт анчах курать, çемçе куçли хисепĕ те çук. || Мягкость. Абыз. Куккăр туя кут çемçи (кăнчалаççи).

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çыркаш

(-гаш), то же, что çыркала? Юрк. Чăваш туйĕ йĕрки çинчен çыркашса муталанашрăм.

çыхăну

связь, смычка, соединение, отношенне. Кан. Ку Литонихă вара, вĕсем патне арçынсене ярса, час-часах арлă çыхăнусем тутарма пуçлат. Ib. Самар хулинчи чăваш вĕренекен ачисемпе çыхăну тăвас тесе, пухăнса канашлама пуçларĕç, çитес кунсенче вечĕр, „çыхăну каçĕ“ тăвас теççĕ.

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çие юлни

(-νиы), зачатие. Тхĕйп. Ĕлĕк чăваш арăмĕсем çие юлсан мĕнле пурăнмаллине (как вести себя) пĕлмен. Сред. Юм. Çие йолнă тесе пĕтĕленнĕ тессине калаççĕ. Альш. Çие юлчĕ. Произошло зачатие. N. Çие юлни пĕр уйăх. Уже месяц, как произошло зачатие.

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çу-чăваш

так называли чуваш, которые жили наполовину по-христиански, наполовину по-мусульмански [в Избахтине (Кавал) их было несколько дворов. Там жили и татары-магометане. Çу-чăвашсем хоронили умерших отдельно детей не крестили, волосы носиди длинные]. Изамб. Т.

çуйĕпе

то же, что çăвĕпе, все лето. Ск. и пред. чув. 37. Чăваш ачисем кунĕпе шывра, хурĕсем вĕсен çуйĕпе çавăнта ярăнса çӳреççĕ акăшсем пек.

çул

çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çунтар

(с’упдар), понуд. ф. от гл. çун, жечь, обжигать. N. Тата тепĕр чăваш икĕ куçсăр пулчĕ: куçне тупă пулькки, патне ӳксе, çурăлса кайса, çунтарса пăрахрĕ. Шурăм-п. Куç ыратсан, ăна çунтарнă эрех шывĕпе сĕрĕр (йĕпетĕр). Слакбаш. Исвис (исвĕс) çунтараççĕ. Жгут известь. || Жечь (о солнце). N. Питĕ шăрăх, çонтарсах ярать; кĕпе-тонтир çавăнпа питĕ пĕтет. || О повышенной температуре тела. Якейк. Мана çăрккаç çонтарса прахрĕ. В прошлую ночь у меня был жар. || О жаре в лице. Собр. Пит-çăмарти çунтарсан, çын калаçат, тет. || О действии некоторых жидкостей и др. веществ. Юрк. Ĕнер хыта ĕçнĕ çыннăн çăварне эрехĕ, хăватлăскер, вут пек çунтарса анса каят. Сĕнтерчĕ 34. Ай-яй! Пĕтертĕр! Çунтарать! ||О крапиве. Ой-к. † Сикрĕм-пăхрăм вĕтрене те, кут çунтарса янă мĕн. || Мучить жаждою. N. Тĕрмере усранă чухне ăна çиме памасăр выçăпа асаплантарнă, ĕçме памасăр ăшне çунтарнă. || Протопить (печь). Толст. Вут хутса çунтарсан, анне те тумланчĕ. Сунт. Манăн халь кăмака хутса çунтарас пулать. Баран. 139. Хĕвел ăшши çунтарсах илет: чулсем, хăйăрлă çĕрсем, тата ытти тĕрлĕ япала та хĕвел ăшшипе пĕçерекен пулать. || Ходить бойко и бодро. Янтик. Ачасем çунтарса çӳреççĕ урам тăрăх (шатаются бойко и бодро). Альш. Каят касак пек çунтарса. Ск. и пред. чув. 98. Шыракансем таврăнчĕç, лашисене çунтарса (замучив). || Делать энергнчно. Орау. Атя, çăпатана çунтарар (давай плести)! Ск. и пред. чув. 5. Чĕкеç кинĕ ахаль те ĕçне тăвать çунтарса, карчăк çапах Чĕкеçне вăрçать ĕçне туманшăн. Ib. 81. Татах тепĕр тапхăрне туйне турĕç çунтарса. || Бить (а особенно кнутом, прутом, когда удар производит как бы ощущение ожога). КС. Çунтар, бить (кого), напр., кнутом, прутом. Чирикеево. Çунтарса килем-ха эпĕ ăна! Вăл картла выляма вĕренесшĕн-им-ха! Сред. Юм. Çôнтартăм, сжег, прибил. N. Пушă илчĕ те: ак сана улма! ак сана улма! тесе, çунтара пуçларĕ. Сĕт-к. Виçĕ йоплĕ чĕн пуши (его) кастарать те çонтарать. Рак. Икĕ хĕрринчен çунтартăм, вăта çĕртен сыстартăм. (Çăнăх аллани). || Беспокоить, заставлять беспокоиться, огорчать. Ал. цв. 4. Шыракан япалине хăй пĕлмесен, ăна епле шыраса тупмалла, çавă мана пит çунтарать. Кив-Ял. † Савни урăхне кайсассăн, çав çунтарать чĕрене. (Вăй юрри). N. Укçа çукки çунтарат. N. † И, çӳлĕ тусем, ай, пуçĕнче, лашасем вылятаççĕ тутарсем, пире çунтаракансем, ай, матурсем. N. Çыннăн ăшне çунтарассăм килмерĕ. Не захотелось огорчить людей (напр., страшными рассказами о войне). N. Авалхи тусçăм халте çӳрет, лăпланнă чĕрене çунтарса. || Сред. Юм. Çунтарать, 1) очень жарко, 2) очень хочется.

çур-шыв

çур шывĕ, весеннее половодье. Юрк. Çур-шыв вăхăтĕнче пĕр чăваш арăмĕпе пĕр тутар арăмин шыв урлă каçмалла пулнă. Ib. Çур-шыв вăхăтĕнче. Ib. † Хура хурсем чĕпĕ кăларнă самай çур-шыв типнĕ вăхăтра (после спада воды). Ib. Çур-шыв (разлив) пит вăйлă пулчĕ. КС. Çур шывĕ.

çур

половина. См. çурă. Шурăм-п. Пыл çур катка анчах. Меду только полкадки. М.-Чолл. Кам иксĕртен тупать çав кайăка, çавна çур патшалăх (полцарства) парап, тет. Кожар. Пĕри çур шыва (до средины речки) ишсе çитрĕ те, ывăнчĕ те путрĕ. Изамб. Т. Ул урамăн сулахай енче çур урамĕ (половина домов) урамалла пăхса ларат. С. Айб. Кун çурта çавăрăнса килчĕ. Сьездил (совершил путь туда и обратно) в полтора дня. (В СТИК скажут — кун çурăра, с очень кратким „ă“). Орау. Çур ăслă япала, полоумное существо. КС. Мана çур валли пачĕ (половину доли). Сред. Юм. Çор вырăс, çôр чăваш. (Гов. если мать русская, а отец чувашин, или же отец русский, а мать чувашка). Синьял. Хампа пĕрле юрлакана çур кăмăла парăттăм. N. Çур кĕрепенкке, полфунта. N. Çур пус, полкопейки. N. Çур пăт, полпуда. Альш. Старикки арăмне калат, тет: арăм, çĕтĕкне-çурăкна, çур çăкăрна кăмакана пăрах. N. Ĕлĕкхи çур вăй та çук. Чотай. † Пӳрчĕ ларать — çор чӳркӳ, хĕрĕ ларать мара пак. Сĕт-к. Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни). N. Çур хирĕ хура выртать.

çурмалла

вырăс, полурусский. Эпир çур. çĕршыв 16. Пирĕн ялта 500 чун пурăнать. Вĕсенчен вырăс 45 чун, çурмалла вырăс ЗЗ чун, ыттисем çара чăваш.

çурт-чăваш

(с’урт), чувашин-новосел (новый поселенец). Н. Троицкое. N. Çурт-чăваш (вин. п. çурт-чăваша). См. тĕп чăваш.

çутă

(с’уды̆), свет. Самр. Хр. Çенĕхĕн урам енчи шăтăкран темле çутă курăнса кайнă. Кан. Каçпа, пĕлĕт çинче çутă сӳне пуçласан. Ал. цв. 29. Хĕвел ансан, каçхи çутă кăвакарсан. Орау. Кăраççин çуттинче çывраятни эсĕ? Можешь ли ты уснуть при свете? Ib. Кăраççин çутипе çывăраймастăп эпĕ. Ib. Пăх-ха йывăçсене, епле çинчен ӳссе кайнă, çутталах туртăнаççĕ (или: кармашаççĕ). Деревья тянутся к свету, растения в темноте тянутся к свету. Ib. Тĕттĕмре ӳсекен япала çутталах сулăнать çав вăл. Ib. Таçта çавăнта кăмакана вут хутса янă пек те, кăмакари вут çути тепĕр енчи пĕрене çумне ӳкнĕ пек. Ib. Эп пытăм та, вĕсен ун чухне çутă-мĕн курăнмарĕ. Баран 42. Пӳртсен мĕлки палăрать. Чӳречисем çине вут çути ӳкнĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохрăмăр, врене шульчи çуттипа; врене шульчи çуттипа мар, хамăр варлисен çуттипа. N. Пĕр çĕрхине уйăх çути çап-çутăччĕ. Юрк. Уйăх çутти çап-çутă. Ib. Чирлĕ çын, чӳрече витĕр çутта пăхса вырта пуçласан, вилет. Янтик. Эп краççын çутинче вулап (при свете лампы). Ib. Пĕр çурта çуттинче вулама канчăр. Ib. † Чиркӳ тăрри пит çутă, уйăх çути çутăран; кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. N. Эсĕ манăн çуттăм вырăнне çутăлтарса ярăн. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать. Альш. Çутă çутса çутăпа шыраса çӳреççĕ, тет, вăрманта. Пир. Ял. Такам çутă сӳнтерсе лартать (погасил). Сред. Юм. Краççин çутипе волать, çôрта çутипе волать. Пролей-Каши. Çутă енне(лле) кайичченех кукăларĕ (кукă). Н. Седяк. † Çуртăрсем çӳлĕ, çутти çутă, вĕт кайăксем вĕçсе çитес çук. N. Ир çинче куç-пуç çутипах. N. Тол çути киле поçларĕ. Икково. Тол çути палăрма поçларĕ. N. Пĕлĕте çутă ӳкнĕ. Пĕлĕт çине вут çути ӳкнĕ, пĕр-пĕр çĕрте вут тухнă пулмала. В. С. Разум. КЧП. Тулта хĕвел çути, пӳртре унăн çутти. || В перен. знач. N. Пирĕн чăваш халăхĕ çуттала тухма тапратнăран вара питех нумай вăхăт пулмаст. N. Çутăра çӳре, ходить в свете. См. Магн. М. 174. || Блеск, сияние. Ала 100. † Воник арман хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр; эс кĕпер çуттине ылтăм йопа лартрăмăр. Мусир. Вăрман витĕр тухрăмăр вĕрене çулçи çутипе. Дик. леб. ЗЗ. Унăн уйăрăм-уйăрăм çуттисем анчах, йывăç турачĕсем хушшинчен çĕре ӳксе, ешĕл курăк çинче ылттăн мулкачă пек йăлтăртатса, вырăнтан вырăна куçа-куçа тăнă. Чураль-к. Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çитти, ай, пултăр-и. || Отрада. Н. Карм. † Эпир атте-анне куç çутти. ЧП. Вуник пус нухрат куç çути, эпир атте-анненĕн кун çути (поддержка, отрада). Ib. Ялти савнă тусăм чун çути.. || Краса, украшенне. Микушк. † Кĕмĕл çĕрĕ шыв çутти, сарă инке кил çутти. Курм. † Çут тор лаша çол çутти, сарă арам пӳрт çутти, кĕмĕл çĕрĕ ал çутти. Актай. † Лашам хура — çул çутти, арăм сарă — çуна çутти. N. Карчăк çути ăстĕлте? Масар çине кайса ӳкнĕ. Шумат. † Севтел масмак пуç çути, пурçăн сурпан мый çути. || Цвет (не прав.?) В. Олг. Теминче çолтан каран çорконе хай омлаççин çути нумай çорăлнă. || Светлый; светло. Орау. Çутă çĕртен кĕтĕм те, куç пĕртте курмасть; çуркунне-кĕркунне, каçхине пӳртрен, çутă çĕртен, тула тухсан, хăнăхиччен, куç пĕртте курмасть. Ал. цв. 6. Тăнăçемĕн ун таврашĕнче çутăран çутă пулса пырать. N. Лашисене çитерсе тăнă чух, çав начар салтак темскер çутăскер курах карĕ, тет. N. Кăнтăрла çутă пулат, çĕрле тĕттĕм. Ачач З5. Çутă тимĕр-кăвак лашисем. || Яркий. Собр. Çутă кун юмах ярсан, çутă кашкăр çиет, тет. || Блестящий. Пазух. Кĕçĕр хĕрсем ма çутă? Çын тенкине çакнăран. Кĕвĕсем. Леш кас хĕрĕ çап-çутă, пирĕн кас хĕрне çитеймес (о красоте). || Веселый. Турх. Аннен сăлхавĕ пĕтетчĕ, ăна çутă сан кĕретчĕ (когда я выздоравливал). || Розовый. Эльбарус. Çутă кĕпе, розовая рубашка.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çӳрет

понуд. ф. от гл. çӳре. Альш. † Ман пуçăмри шур çĕлĕке пăтаран пăтана çӳретрĕç; эп каясси таçтан паллă — килĕрен килле çӳретрĕç. || Носить, таскать (напр. в кармане). Микушк. † Хранцуски тутăр, виç пан улми, эрне çурă çӳретрĕм кăсяра. Баран. † Тинĕс çинче пулсан та, типĕ çĕрте те, вăрçăра та, килте те Тарас чĕлĕмне хăварман, çумĕнчех çӳретнĕ. || Возить. Баран. 159. Хура тинĕспе Азов тинĕсĕ тăрăх тавар çӳретсе, Россия ют патшалăхсемпе суту-илӳ тăвать. || Обьезжать, обьездить, выездить, приучать к езде (лошадь). N. Çӳретмен лаша пуçсăр пулать. Яндобы. Патша калать: халь çĕн лаша пур, тавай çӳретме каяс, тет. К.-Кушки. Кӳршĕри Ивансем тьыхине çӳретме тухнă. || Называть. Юрк. Чăваш ячĕпе çӳрете пуçланă. Начали называть чувашами. || Случать. К.-Кушки. Ку вăхăтра вĕсем çӳретеççĕ. В это время у них бывает случка. Ib. Хура ăйра хăй тĕслĕ кĕсрепех çӳретеççĕ. Карего жеребца случат с такой же кобылой. Ib. Кĕсрине ула ăйрăпа çӳретнĕ. Кобылу случили с пегим жеребцом. Ib. Вĕсен паян кĕсрине çӳретнĕ. Сегодня у них случали кобылу. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Тăхăнма юраман çĕтĕк тумтирсене, тăла-çăпатасене, атăсене пӳртре вырттарса çӳретес пулмасть. Чуратн. Ц. Кăна тырă çитерсе çӳретеччен, яла хуса кĕрем. Кан. Эсĕр мана ма Чуптарса çӳрететтĕр (= çӳрететĕр). Вы что это обманываете меня и заставляете ходить попусту.

çăв

неизв. сл. Отсюда: çăв-чăваш.

çăв-чăваш

некрещенные чуваши. См. çу-чăваш. Козыльяр. Çăв чăнаш — тĕне кĕмен чăваш, таса чăваш.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

автономный

автономилле; Чувашская Автономная Советская Социалистическая Республика Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики.

предлог

предлог (вырăс чĕлхинче); хыҫсăмах (чăваш чĕлхинче).

чувăш

чăваш; чуваши чăвашсем.

чувашка

чăваш хĕрарăмĕ.

чувашский

Чувашская республика Чăваш республики; чувашский язык чăваш чĕлхи.

хор

хор; чувашский хор чăваш хорĕ.

фауна

мн. нет фауна (чĕрчун тĕнчи, пĕр-пĕр çĕрте тĕл пулакан мĕнпур чĕрчунсем); фауна Чувашской республики Чăваш республикинчи чĕрчунсем.

флора

мн. нет флора (ӳсентăран тĕнчи); флора Чувашской республики Чăваш республикин флори (ӳсентăрансем).

В.Г. Егоров редакциленĕ чăвашла-вырăсла словарь (1935)

банк

банк
патшалăх банкĕ — государственный банк
патшалăх банкĕн Чăваш кантурĕ — Чувашская контора государственного банка

кафĕдрă

кафедра
чăваш чĕлхи кафĕдри — кафедра чувашского языка

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

чĕлхе

тел; тăван чĕлхе туган тел, чăваш чĕлхи чуваш теле

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

апеллировать

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

архиепископ

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

герб

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

декада

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

депутат

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

деревня

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

диалект

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

диаспора

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

епархия

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

известие

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

издательство

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

инаугурация

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

история

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

карта

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

конституция

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

крестьянство

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

народ

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

переселенец

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

радио

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

чуваши

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

указ

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

энциклопедия

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

этногенез

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Tschuwasche

căvaş
чăваш

Tschuwaschien

căvaş zĕrşyvĕ
чăваш çĕршывĕ

Çавăн пекех пăхăр:

çу-каçиччен çу-çармăс Çу-çырма çу-хута « çу-чăваш » çу-чăкăт çу-шур çувăн çувăр çувăрпа

çу-чăваш
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org