Шырав: ĕçме-çиме

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вĕрилле

1.
в горячем виде
икерчĕ вĕрилле çиме лайăх — блины хороши горячими

икерчĕ

(икерч)
общее название жареных и печеных мучных изделий плоской формы:
блин
и блины,
оладья
и оладьи,
лепешка
и лепешки и т. д.
кăвас икерчи — лепешки из кислого теста
çатма икерчи — блины
тăпăрчă икерчи — ватрушки с творогом
Иккĕн икерчĕ çиме лайăх, тăваттăн авăн çапма лайăх. — погов. Вдвоем хорошо есть блины, вчетвером — молотить.

йăваланчăк

ленивый
Йăван, Йăван йăваланчăк, хăйма çиме хыпаланчăк. — погов. Хоть Иван и лежебока, а к сметане бегом бежит.

кати

разг.
обычно при обращении к детям

милый, миленький, родной
çиме кил, кати! — иди, милый, кушать!

кашăк

ложка
апат кашăкĕ — столовая ложка
йывăç кашăк — деревянная ложка
тимĕр кашăк — железная ложка
чей кашăкĕ — чайная ложка
кашăк ăсти — ложкарь, ложечник
кашăк перни — корзиночка для ложек
Çиме ларсан, кашăк кирлĕ пулнă. — погов. Как сели за стол, ложка понадобилась. ( соотв. На охоту идти — собак кормить).
Тип кашăк тутана çурать. — посл. Сухая ложка рот дерет.

кăвакал

утиный
кăвакал ами — утка
ама кăвакал — утка
кăвакал аçи — селезень
аçа кăвакал — селезень
кайăк кăвакал — дикая утка
кукша кăвакал — лысуха (порода уток)
шурă кăвакал — пекинская утка
кăвакал ашĕ — утятина
кăвакал çăмарти — утиное яйцо
кăвакал чĕппи — утенок
пĕр пуслăх кăвакал — утиный выводок
Кăвакал çиме кай та хурна янтăла, теççĕ. — посл. Идешь есть утку, готовь гуся. (соотв. Долг платежом красен).
Аптранă кăвакал кутăн чăмнă, тет. — посл. Растерявшаяся утка задом ныряет.

коктейль

коктейль (эрех, çырла шывĕ т. ыт. хутăштарса тунă ĕçме)
сĕт коктейлĕ — молочный коктейль
коктейль ту — приготовить коктейль

кулач

калачный
тулă кулачĕ — пшеничный хлеб
кулач пĕçерекен — калачник
кулач речĕ — калачный ряд
кулачпа та çавăрас çук — калачом не заманишь
Нуша кулач çиме вĕрентет. — посл. Нужда научит есть калачи.
Выçсан çăкăр та кулач пулать. — посл. Голодному и ржаной хлеб калачом кажется.

лайăх

хорошо, славно
лайăх лаша — добрый конь
лайăх çанталăк — хорошая погода
лайăх вĕрен — хорошо учиться
ĕçе лайăх ту — выполнить работу хорошо
лайăх кантăмăр — мы славно отдохнули
ним лайăххи те çук — нет ничего хорошего
лайăхран та лайăх — 1) лучший из лучших, превосходный 2) превосходно, замечательно
Çула кайма тухсан, юлташу хăвăнтан лайăх(рах) пултăр. — погов. Пусть попадет тебе в спутники человек лучше тебя самого.
Хитре — виçĕ кунлăх, лайăх — ĕмĕрлĕх. — посл. Красивое — на три дня, хорошее — навеки.
Иккĕн икерчĕ çиме лайăх, тет, вуниккĕн авăн çапма лайăх, тет. — погов. Вдвоем хорошо блины есть, а молотить (зерно) хорошо артелью в двенадцать человек.

лар

II. глаг.

1.
садиться (принимать сидячее положение)
апата лар — садиться есть
канма лар — сесть отдохнуть
пукан çине лар — сесть на стул
сĕтел хушшине лар — сесть за стол
Çиме ларсан, кашăк кирлĕ пулнă. — погов. вспомнили о ложке, когда уселись за стол. (соотв. На охоту идти — собак кормить).

ларт

1.
сажать, помогать, заставлять сесть
çиме ларт — приглашать к столу
чĕркуççи çине ларт — ставить на колени
хăнана тĕпеле лартаççĕ — гостя сажают в красный угол
мана велосипед çине ларт-ха — посади-ка меня на велосипед
лартса кай — взять с собой, увезти (посадив)
лартса кил — привезти

мăнтăр

толстый, тучный, пухлый, жирный
упитанный, дородный, полный
раскормленный

мăнтăр выльăх — упитанный скот
мăнтăр пит-куç — толстая физиономия
мăнтăр çын — тучный человек
мăнтăрĕ чакнă — он похудел
Йытă мăнтăр та çиме юрамасть. — погов. Жирна собака, но в пищу не идет.
Çапăçакан автан нихçан та мăнтăр пулмасть. — посл. Драчливый петух жирным не бывает.
Пĕр çул путене мăнтăр пулать, тепĕр çул карăш мăнтăр. — погов. В один год жирными бывают перепела, в другой — коростели. (соотв. Год на год не приходится).

пĕл

6.
уметь, мочь
ишме пĕл — уметь плавать
вăл нимĕçле калаçма пĕлет — он говорит по-немецки, он может говорить по-немецки
Çăкăр çиме пĕлсессĕн, çĕçĕ тытса касма пĕлес пулать. — посл. Если знаешь, как есть хлеб, должен уметь резать ножом. (соотв. Любишь кататься — люби и саночки возить).
Суйма пĕлекен пуйма пĕлет. — посл. Умеющий врать умеет и богатеть.

пĕччен

в одиночку, в одиночестве
пĕччен йывăç — одинокое дерево
пĕччен килте лар — сидеть дома в одиночестве
эпир пĕччен мар — мы не одни
эсĕ пĕчченех килтĕн-и? — ты пришел один?
вăл пĕчченех тăрса юлнă — он остался один-одинешенек
пĕччен пуçăн (пуçпа) — в одиночку
Пĕччен автан ашĕ çиме анчах аван. — посл. В одиночку хорошо лишь курятину есть.

пикник

пикник (канма, ĕçме-çиме ушкăнпа хула тулашне кайни)
пикник ту — устроить пикник
пикник ирттер — устроить пикник

пунш

пунш (эрехпе тунă пылак ĕçме)

сар

11.
мазать, намазывать
накладывать

раствор сар — накладывать раствор (при кладке)
пуçса çиме çу чипер, сарса çиме пыл чипер — фольк. вкусно в маслице макать, вкусно и медом намазать

сăпă

жеманно, притворно, неискренне, для вида
Сăпă хĕр çиме лармасть, тет, ларсан шăммине те хăвармасть, тет. — посл. Жеманную девушку не усадишь за стол, но если усядется, то и костей не оставит.

спиртлă

спиртной, спиртовой
спиртлă ĕçме — спиртные напитки
спиртлă компресс — спиртовой компресс
спиртлă лаксем — спиртовые лаки

тĕрĕсле

6.
брать пробу
апат çиме юрăхлине тĕрĕсле — брать пробу пищи, брать пищу на пробу

тутлă

вкусно
тутлă апат-çимĕç —лакомства
тутлă мар — 1) невкусный 2) невкусно
тутлă çиме юратакан — лакомка, сластена
тутлă çи — вкусно питаться
тутлă çитер — кормить вкусно
апачĕ тутлă пултăр! — приятного аппетита!
Ху туни тутлă пулĕ, янти йӳçĕ пулĕ. — погов. Сам приготовишь — покажется вкуснее, чем готовое.
Ĕç йывăр пулсан, çиме тутлă. — погов. Работа трудна, так и еда вкусна.

устрица

устрица (çиме юрăхлă ти-нĕс моллюске)

хапăл

радостно, с удовольствием, с радостью, охотно
эпĕ сире пит хапăл — я очень рад вам
ача пылак çиме хапăл — мальчик любитель сладкого
ку сĕнĕве хапăл йышăнатăп — я с удовольствием принимаю это предложение

чар

7.
запрещать, воспрещать
ан чар — не запрещать, попустительствовать
вăрман касма чар — запретить рубку леса
калаçма чар — принудить к молчанию, заткнуть рот
суту-илĕве чар — прикрыть торговлю
Çиме чарнă çимĕç тутлă. — поçл. Запретный плод сладок.

шоколад

2.
шоколад (пылак ĕçме)

шыв

водный, водяной
водо-

вĕрекен шыв — кипящая вода, крутой кипяток
вĕретнĕ шыв — кипяченая вода
дистиляциленĕ шыв — дистиллированная вода
ĕçме юрăхла шыв — питьевая вода
пăнтăх шыв — затхлая ьода
çăл шывĕ — 1) колодезная вода 2) ключевая, родниковая вода
тăварсăр шыв — пресная вода
тинĕс шывĕ — морская вода
чĕр шыв — сырая вода
юр шывĕ — талая вода
шыв кĕвенти — коромысло
шыв колонки — водоразборная колонка
шыв курки — ковш для воды
шыв кӳлленчĕкĕ — лужа
шыв лупашки — колдобина, яма с водой
шыв пăрăхĕ — водопроводная труба
шыв пусăм машĕ — водонапбрная башня
шыв витмен пусма — водонепроницаемая ткань
шыв ăсса кил — принести воды (напр. из колодца)
шыв вĕрет — кипятить воду
шыв газла — газировать воду
шыв яр — пропускать воду, протекать (напр. о крыше)
насуспа шыв уçла — качать воду насосом
сивĕ шывпа çăвăн — умываться холодной водой

ытлашшилĕх

избыток, излишество
избыточность

ĕçме-çимери ытлашшилĕх — излишество в еде

юрăхлă

1.
годный, пригодный
ĕçе юрăхлă халăх — трудоспособное население
ĕçе юрăхлă йывăç — деловая древесина (пригодная для обработки)
ĕçме юрăхлă шыв — питьевая вода
çиме юрăхлă курăксем — съедобные травы
юрăхлă çĕрсем — угодья, пригодные для возделывания земли

юрăхсăр

1.
негодный, непригодный
юрăхсăр апат — непригодная пища
юрăхсăр çын — негодный человек, негодяй
юрăхсăр шăл — испорченный, гнилой зуб
çиме юрăхсăр — несъедобный
калав пичете юрăхсăр — рассказ непригоден для печати
юрăхсăра кăлар — привести в негодность
юрăхсăра тух — прийти в негодность

çап

10.
молотить, обмолачивать
авăн çап — молотить, вести молотьбу
тăпачпа çап — молотить цепами
тырра комбайнпа вырса çап — убирать хлеб комбайном
Иккĕн автан çиме, вуниккĕн авăн çапма аван. — посл. Вдвоем сподручно уплетать курятину, а артелью в двенадцать человек— молотить хлеб.

çи

II. глаг.

1.
есть, кушать
апат çи — есть, кушать, принимать пищу
апат çисе тух — выйти из-за стола (после еды)
вилкăпа çи — есть вилкой
ĕçсе çи — пить и есть, угощаться
ирхи апат çи — завтракать
каçхи апат çи — ужинать
кăшт çикеле — перекусить
пирĕнпе çиме лар! — садись с нами кушать!
çиме ларт — посадить за стол, накормить
çиме тутлă — хороший на вкус
çиме юрăхсăр — несъедобный
çисе кур — попробовать, отведать уст.
çакна çисе пах-ха — попробуй-ка вот это
çисе тăран — наесться, насытиться
çисе тултар — разг. объесться
çисе яр — съесть, поесть (все)
каюра хурт-кăпшанкă çисе пурăнать — крот питается насекомыми
ача чĕчĕ çиет — ребенок сосет грудь
йытă çимен! — бран. пес бы его съел!
йытă çиесшĕ! — бран. пес бы его съел!
Çиекен лаша çултан юлман, тет. — погов. Хорошо питающийся конь в пути не отстанет.
Çулла çу çиет, хĕлле типĕ тытать. (Кустăрма). — загадка Летом ест масло, а зимой постится. (Колесо (телеги)).

çиме

1.
еда, пища, провизия, припасы
пирĕн çиме пĕтнĕ — у нас кончились припасы
çимерен татăл — остаться без пищи

çиме

2.
корм, фураж
выльăх çими — корма для скота
лашасене çиме пар — задать корму лошадям

ăçта

2.
куда
ăçта каятăр? — куда вы идĕте?
ман çĕлĕке ăçта хутăр? — куда вы положили мою шапку?

кирек ăçта та —
1) где угодно; везде, повсюду
ун пек çынсем кирек ăçта та тĕл пулаççĕ — такие люди встречаются везде
2) куда угодно; хоть куда
кирек ăçта кайăр — ступайте куда хотите

ăçта та пулсан, ăста та пулин —
1) где-нибудь
вăл ăçта та пулсан çакăнта пулĕ — он, наверное, где-нибудь здесь
2) куда-нибудь
апат çиме ăçта та пулин кайса килĕпĕр — сходим куда-нибудь пообедать

ăшăлла

1.
теплым, в теплом виде
кукăле ăшăлла çиме лайăх — пироги вкусно есть теплыми

ĕç

2.
устраивать пиршество, пировать
ĕçкĕ ĕç — созывать гостей, пировать
сăра ĕç — 1) пить пиво 2) устраивать пиршество
ĕçсе çи — 1) пить и есть 2) пировать
Йышпа ĕçлеме лайăх, туспа ĕçме лайăх. — погов. В коллективе хорошо работать, а с друзьями — пировать.

ĕçмелли

то же, что ĕçме

ĕçме-çиме

собир.
продукты, провизия
ĕçме-çиме кайса ил — сходить за продуктами

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

авăрлан

1. П.п. Хĕç-пăшаллан. Хресченсем чукмарсемпе, ухăсемпе çех авăрланнă пулин те, хаяррăн çапăçнă. И.Кузнецов, 1962, 146 с. Кашниех мĕнпе те пулин авăрланнă — айпăлтапа, тимĕр сенĕкпе. Хв.Уяр, 1980, 34 с. Киле çитсе çĕçĕпе авăрланнă та «тăшманне» тавăрма клуба таврăннă. ХС, 1997, 23 /, 2 с. 2. П.п. Хĕрӳлен, хастарлан, хавхалан. Касак тӳсейми çилĕпе авăрланнă. П.Хусанкай, 1933, 40 с. Йăкăнат сăмахĕпе авăрланса кайнă Носов... П.Афанасьев, 1985, 48 с. Çеçпĕлле хастарлăхпа авăрланнă Туркай сумлă ĕçе ... танлăн илсе пырать. Ю.Сементер //Я-в, 1999, 11—12 /, 4 с. Салтак пăтти çиме хатĕрленсе «авăрланнă» каччăна çапла тума мĕн хистенĕ. ÇХ, 1999, 5 /, 3 с. — савăшас шухăшпа авăрлан (Х-р, 11.10.2003, 3 с.).

пепси

ç.с., п.с. Ăша уçăлтарса хавал кӳрекен газлă пылак шыв тĕсĕ. Ашшĕпе пĕрле пепси, шампански кĕленчисенчен ӳпле ăсталанă. ÇХ, 1998, 49 /, 12 с. Çие юлсан газлă пылак шывсем, лимонад, кока- тата пепси-колаĕçме юрамасть. С-х, 1999, 19 /, 3 с. Кусем ... «пепси» ĕçеççĕ, «попса» итлеççĕ, боевик пăхаççĕ. Х-р, 14.06.2000, 3 с.

пепси-кола

ç.с., п.с. Ăша уçăлтарса хавал кӳрекен газлă пылак шыв тĕсĕ. Ашшĕпе пĕрле пепси, шампански кĕленчисенчен ӳпле ăсталанă. ÇХ, 1998, 49 /, 12 с. Çие юлсан газлă пылак шывсем, лимонад, кока- тата пепси-колаĕçме юрамасть. С-х, 1999, 19 /, 3 с. Кусем ... «пепси» ĕçеççĕ, «попса» итлеççĕ, боевик пăхаççĕ. Х-р, 14.06.2000, 3 с.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

май

случай
направление

хĕвеле май — от востока к западу
шыва май — по течению
вĕсене çăкăр çиме те май пулман — им невозможно было и хлеба поесть
чĕлĕм чĕртнĕ майĕпе сухалне ĕнтсе йанă — закуривая трубку, спалил себе бороду

çи

есть, кушать; килĕр, çийĕр, ачасем – идите, ешьте, ребята; çăкăр çийесси хĕн мар, суха тăвасси хĕн – есть хлеб не трудно, а пахать трудно; çисе йар – с'едать, с'есть; çисех йар – заедать; çын çинчен çисе калаç – говорить злостно о человеке; йытă йулашки – собачьи об'едки; çиме – еда; çимĕç – пища.

193 стр.

ĕç

I.
пить
ĕçсе тăран — напиться
ĕçесрен-çийесрен пит уçă вĕсем — они очень щедры на угощение
ĕçме-çиме — пища и питье
ĕçмелли — питье (что можно пить), напиток
ĕçес килчĕ — захотелось пить
ĕçес килни — жажда
ĕçкĕ — попойка, пир
ĕçке-çике ĕçеççĕ — пируют
ĕçке кун — день пирушки
ĕçкĕçĕ — пьяницы
ĕçтер — угощать, поить
ĕçке ларчĕç

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

йӳçĕ

кăвас. Йӳççе (кăваса) ытлашши ĕçес пулмасть, тин тунă йӳççе е вĕретмен шыв хушнă, е сивĕ йӳççе ĕçме те юрамасть [Береженного 1892:3].

кавле

чăмла. Вар-хырăмĕ пăсăлсан выльăх апат çиме пăрахать, ахаль тăнă чухне чăмласа (кавлесе) тăмасть, шыва нумай ĕçет, хырăмне çавăрăна-çавăрăна пăхать, хырăмĕ кӳпĕнет [Сельский 1910:30].

кумăт

кунтă. Пĕр ырă кăмăллă çын хăйĕн ачине монастыре икĕ кумăт (кунтă) çиме леçсе пама хушнă [Избранные 1905:45].

сироп

икĕ пай сахăртан, пĕр пай шывран вĕретсе тунă çиме. Апат е пыл, е сахăртан тунă сироп тиекенскер параççĕ (сироп çапла тăваççĕ: 2 пай сахăр, пĕр пай шыв илеççе те ăна вĕретеççĕ) [Хыпар 1907, № 13:100].

стоматит

цынга евĕр чир. Аткарск уясĕнчи ялсенче çиме çук пирки тиф, стоматитпа (цынга евĕрлĕ чир) цынга чирĕ сарăлать [Хыпар 1907, № 4:29].

уксус

хĕрхӳлентернĕ эрех. Пĕри тата чупса кайнă та губкана уксус (хĕрхӳлентернĕ эрех) сăхтарнă, ăна патак вĕçне тирсе Иисуса ĕçме парса каланă: чимĕр-ха, пăхса тăрар, Ăна антарма Илия килĕ-и тенĕ [Марк 15:36].

çăвăр

çамрăк хурт. Карасăн пуçĕнче вĕсем çăвăрсене (çамрăк хурт) кăлараççĕ тата хăйсем валли ĕçме-çиме апат усраççĕ [Сергеев 1907:2].

çиме

апат. Лаша (апачĕ) çими юлашкисене, тислĕксене кайсанах çĕр айне пытарас пулать е çунтарас пулать <…> [Исаев 1882:9]; Вĕсем хăйсене валли пĕр пĕчĕккерех кимĕ (лодка) тытнă та хăйсене темиçе кунлăх çиме (апат), хуралт-мĕн тума, хирте ĕçлеме хатĕрсем илсе Турă çине шанса тинĕсе тухса кайнă [Избранные 1905:59].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

алкогольный

прил.
алкоголь -ĕ, эре-хсăра -ĕ; алкогольные напитки ӳсĕртекен ĕçме, эрех-сăра

бальзам

сущ.муж.
бальзам (сиплĕ ĕçме е маç); бальзам из лечебных трав эмел курăкĕсен бальзамĕ

блюдо

сущ.сред., множ. блюда (блюд, блюдам)
1. (син. тарелка) чашăк; глубокое блюдо тарăн чашăк
2. (син. кушанье) апат, çиме; первые блюда пĕрремĕш çимесем (яшка таврашĕ); вторые блюда иккĕмĕш çимесем (шаркку, пăтă, катлет таврашĕ); третьи блюда виççĕмĕш çимесем (чей, компот таврашĕ); чувашские национальные блюда чăваш халăх апачĕсем

борщевик

сущ.муж.
пултăран (çиме юрăхлă курăк); щи из борщевика пултăран яшки

буфет

сущ.муж.
1. (син. стойка) буфет (ĕçме-çиме сутакан пӳлĕм е вырăн); буфет в фойе театра театр фойинчи буфет
2. буфет (савăт-сапа, ĕçме-çиме тытмалли шкап); резной буфет касса эрешленĕ буфет

вода

сущ. жен, множ. воды
1. шыв; родниковая вода çăлкуç шывĕ; морская вода тинĕс шывĕ; ведро воды пĕр витре шыв; идти за водой шыв ăсма кай
2. (син. напиток) шыв, ĕçме; газированная вода газланă шыв; минеральная вода минераллă шыв
3. шыв, шыв-шур; внутренние воды страны çĕршывăн шалти шывĕсем (юхан шывсем, тинĕссем, кӳлĕсем); территориальные воды чикĕри шывсем (çĕршыв чиккине кĕрекен тинĕс тăрăхĕсем)
4. пуш сăмах, сӳпĕлтетӳ; в докладе много воды докладра пуш сăмах нумай ♦ как воды в рот набрал çăварне шыв сыпнă пек (шарламасть); их водой не разольёшь вĕсене шыв сапса та уйăраймăн; как в воду глядел пĕлсе тăнă пекех; выйти сухим из воды шывран типĕ тух; вывести на чистую воду тăрă шыв çине кăлар

гастрономия

сущ.жен.
апат-çимĕç, ĕçме-çиме

годный

прил. (син. подходящий), годно нареч.
юрăхлă, юравлă; годная для питья вода ĕçме юрăхлă шыв ♦ никуда не годный ниме юрăхсăр

дурак

сущ.муж., дура жен.
ухмах, ăссăр, тăмпай; он дурак дураком вăл тăр ухмах ♦ не дурак поесть çиме юратать; валять дурака пăлахая пер; остаться в дураках улталанса юл; играть в дурака ухмахла выля (картла)

еда

сущ.жен.
1. апатлану; апат çини; мыть руки перед едой апат çиес умĕн алă çу
2. (син. пища) апат, çиме, апат-çимĕç, çимелли; вкусная еда тутлă апат-çимĕç; у нас кончилась еда пирĕн çимелли пĕтнĕ

заговенье

сущ.сред.
заговени (типĕ тытас умĕн аш çиме юранă юлашки кун)

закуска

сущ.жен.
çыртмалли, çăмăл çиме (вĕри апат умĕн е эрех ĕçсен çимелли); холодные закуски сивĕ çимесем

какао

сущ.нескл.сред.
какао (тропикри çимĕç, унран шоколад тата ĕçме хатĕрлемелли порошок тăваççĕ); пить какао с молоком сĕтпе какао ĕç

капуста

сущ.жен.
купăста; ранняя капуста ир пулакан купăста; цветная капуста чечеклĕ купăста; вилок капусты пĕр пуç купăста; квасить капусту купăста йӳçĕт ♦ морская капуста тинĕс купăсти (çиме юрăхлă тинĕс курăкĕ)

квас

сущ.муж.
квас (усĕртмен ĕçме); хлебный квас тырă квасĕ; ягодный квас çырла квасĕ

коктейль

сущ.муж.
коктейль (тĕрлĕ çимĕç сĕткенĕ е тĕрлĕ эрех хутăштарса тунă ĕçме)

концентрат

1. концентрат (пресласа типĕтнĕ çиме, сăм., пăтă)
2. концентрат (тутлăхлă выльăх апачĕ)
3. концентрат (тасатса пахалатнă минерал)

кормить

глаг. несов.
1. çитер, тăрант, çиме пар; кормить кашей пăтă çитер; кормящая мать кăкăр ачи амăшĕ
2. тăрантарса усра; отец кормит всю семью ашшĕ пĕтĕм кил-йышне тăрантарса усрать ♦ кормить обещаниями пулмасса сун; Весенний день год кормит посл. Çурхи кун çулталăк тăрантать

кофе

сущ.нескл.муж.
кофе (кăнтăрти йывăç çимĕçĕ; унран пĕçернĕ ĕçме); кофе-бобы авăртман кофе; пить кофе с молоком сĕтпе кофе ĕç

кумыс

сущ.муж.
кăмăс (кĕсре сĕтĕнчен йӳçĕтсе тунă ĕçме)

кушанье

сущ.сред.; множ. кушанья
çимĕç, çиме, апат; вкусные кушанья тутлă çимесем

лимонад

сущ.муж.
лимонад (лимонлă ĕçме); бутылка лимонада пĕр кĕленче лимонад; пить лимонад лимонад ĕç

напиток

сущ.муж.
ĕçме, шыв; газированные напитки газланă ĕçмесем; спиртные напитки спиртлă ĕçмесем, эрех таврашĕ

пища

сущ.жен.
апат, çиме, çимелли, апат-çимĕç; вкусная пища тутлă апат-çимĕç; горячая пища вĕри апат

поить

глаг. несов.
шăвар, ĕçтер, ĕçме пар; поить скот выльăха шăвар; поить детей молоком ачасене сĕт ĕçтер

продовольствие

сущ.сред. (син. провизия)
çиме, апат-çимĕç; запасы продовольствия подходят к концу апат-çимĕç пĕтсе пырать

продукт

сущ.муж.
1. продукт, тухăç; продукты производства производство продукчĕсем
2. апат-çимĕç, апат, çиме; молочные продукты сĕт-турăх; диетические продукты диета апачĕ

разговеться

глаг. сов.
ӳте кĕр (христиансен тĕн йăли— типĕ тытнă хыççăн аш апачĕ çиме пуçлани)

розговенье

сущ.сред.
ӳте кĕни (христиансем типă тытнă хыççăн аш, сĕт апачĕ çиме тытăнни)

салат

сущ.муж.
1. салат (чĕрĕ пахча çимĕç апачĕ); салат из огурцов хăяр салачĕ
2. салат (çулçине çиме акакан курăк)

собраться

глаг. сов.
1. (ант. разойтись) пухăн, пуçтарăн, пĕрлеш; собрались все члены кружка кружокра тăракансем пурте пуçтарăннă
2. 1 и 2 л. не употр. пухăн, каплан; у меня собралось много книг манăн кĕнеке нумай пуханчĕ
3. (син. приготовиться) хатĕрлен, шут тыт, тĕллев тыт; собраться в гости хăнана кайма хатĕрлен; мы собрались поесть эпир апат çиме шут тытрăмăр ♦ собравшись с силами пĕтĕм вăй-хала пухса; собраться с духом хăю çитер; собрался дождь çумăр килет

съедобный

прил.
çимелли, çиме юрăхлă; съедобные грибы çиме юрăхлă кăмпасем

харчи

сущ.множ.; един. харч муж. (син. еда, пища)
апат, çиме, çимелли, харччи-марчи

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

хĕве

(2) описка вм. хĕвел? Н. Якушк. Ах аттеçĕм, аннеçĕм, кăнтăрла çиме лартăмăр, пур ачу та тĕрĕсчĕ, хĕве шăхăра (так!) ларнă чух санăн пĕр ачу çук пулĕ. (Хĕр юрри).

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

алкоголизм

м н. н е т алкоголизм (ялан эрех ĕçме хăнахса пăсăлса кайни).

чаёвница

разг. чей ĕçме юратакан хĕрарăм.

упиваться

несов., упиться, упьюсь 1. ĕçсе тăранма, ӳсĕрĕличчен ĕçме; перен. савăн, килен (чечек шăршипе).

беседка

беседка, хӳшĕ, чатăр (пахчара канса ларма, чей ĕçме тăвакан хӳтлĕх).

буфет

буфет (1. чашăк-тирĕк, ĕçме-çиме тытмалли шкап; 2. ресторанта, учрежденире, пăрахут çинче чугун çул станцийĕнче тата урăх çĕрте апат-çимĕç сутмалли пӳлĕм).

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

голодовка

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

заговенье

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Çавăн пекех пăхăр:

ĕçлевçĕ ĕçлеме ĕçлеттер ĕçме « ĕçме-çиме » ĕçмелли ĕçрĕн ĕçсĕр ĕçсĕрлĕх ĕçсĕрлен

ĕçме-çиме
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org