Шырав: вăйă-юрă

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

азарт

азарт (кăмăл хĕрсе кайни)
вăйă азарчĕ — азарт в игре

аут

спорт.
аут (мечĕк вăйă площадкинчен тухни)

вăй

силовой, энергетический
йывăрăш вăйĕ — сила тяжести
çил вăйĕ — энергия ветра
туртăм вăйă — сила притяжения
вăй единици — единица силы
вăй установкисем — энергетические установки

вăй

II.
см. вăйă

вăйă

игровой
ача вăййи — детская игра
пукане вăййи — игра в куклы
спорт вăййисем — спортивные игры
вăйă юррисем — игровые песни
вăйа хутшăн — включиться в игру
Вăйăран вăкăр тухать. — погов. Баловство до добра не доведет.

вăйă

хороводный
уяв вăййи — праздничный хоровод
вăйă карти — хоровод
вăйă кала — запевать, быть запевалой в хороводе

вăйă-юрă

собир.
игры, песни и пляски
каçсерен çамрăксем вăййа-юрра пухăнаççĕ — вечерами молодежь собирается попеть и поплясать

вăйлăн

1.
сильно, крепко, с большой силой
тăшмана вăйлăн пырса çап — сильно ударить по врагу
юрă вăйлăн янăрать — громко звучит песня

викторина

викторина (ыйтусене хуравламалли вăйă)
литература викторини — литературная викторина
викторина ирттер — проводить викторину

вокал

вокал (юрă ăсталăхĕ)

гольф

1. спорт.
гольф (АПШпе Англире сарăлнă вăйă)

игротека

игротека (ача-пăча вăйă хатĕрĕсен пуххи)
шкулти игротека — школьная игротека

йыхравлăн

призывно
юрă йыхравлăн янăрать — песня звучит призывом

казахла

по-казахски
казахла юрă — казахская песня
казахла калаç — говорить по-казахски
ку кĕнекене казахла куçарнă — эта книга переведена на казахский язык

кала

8.
водить хоровод
ачасем вăйă калаççĕ — дети водят хоровод

карта

8.
круг, сомкнутая цепочка людей
вăйă карти — хоровод
ташă карти — круг танцующих
картана тăр — встать в круг

картала

6.
образовывать круг, сомкнутую цепочку (о людях)
вăйă картала — водить хоровод по кругу

кăнтар

I.
бессловесный, без слов
кăнтар юрă — песня без слов

кăсăк

интересный, занимательный, увлекательный
кăсăк пĕтрĕ — интерес пропал к чему-л.
кăсăк вăйă — увлекательная игра
ку маншăн кăсăк мар — это для меня интереса не представляет

кĕвĕ

1.
мотив, мелодия, напев
вăйă кĕвви — хороводная
нимĕç кĕвви — немецкая мелодия
ташă кĕвви — плясовая
хурланчăк кĕвĕ — грустный мотив
кĕвĕ ĕнĕрле — напевать, мурлыкать какую-л. мелодию

кĕвĕле

1.
слагать, сочинять
Хусанкай сăмахĕсем тăрăх кĕвĕленĕ музыка — музыка на слова Хузангая
юрă кĕвĕле — слагать, сочинять песню

кĕвĕллĕ

благозвучно, певуче, мелодично, напевно
кĕвĕллĕ калаçу — напевная речь
кĕвĕллĕ юрă — мелодичная песня

кĕнеке

книжный
библиотека кĕнеки — библиотечная книга
сайра тĕл пулакан кĕнеке — библиографическая редкость
ӳкерчĕклĕ кĕнеке — книжка с картинками
юрă кĕнеки — песенник
кĕнеке авторĕ — автор книги
кĕнеке выставки — книжная выставка
кĕнеке издательстви — книжное издательство
кĕнеке лавкки — книжный магазин
кĕнеке пичĕ — переплет, обложка книги
кĕнеке çӳлĕкĕ — стеллаж, книжная полка
кĕнеке шкапĕ — книжный шкаф
кĕнеке юратакансен пĕрлешĕвĕ — общество любителей книги
кĕнеке хуплашки — обложка книги
кĕнеке кăлар — издать книгу
кĕнеке пичетле — печатать книгу
кĕнеке çап — печатать книгу
кĕнеке çийĕ хур — переплести книгу

крокет

крокет (йывăç ишрсене мăлатукпа çапса хапхана кĕртмелли вăйă)

нӳрлентер

увлажнить, делать влажным, сырым, слегка смачивать
саркайăк юрă юрларĕ, нӳрлентерчĕ куçăма — фольк. иволга пропела песню, вызвав слезы на глазах

парма-пар

вничью
парма-пар пулчĕ — получилась ничья
вăйă парма-пар пĕтрĕ — игра закончилась вничью

парти

4. спорт.
партия (пĕр вăйă)
шахматла пĕр парти выля — сыграть партию в шахматы

пат

I.
пат (шахматла вылякансенчен пĕри кирек мĕнле çӳресен те шах пулми)
вăйă пат вĕçленчĕ — партия закончилась патом

пĕрре

3.
с частицей те
ничуть, нисколько, совсем

вăл пĕрре те ватăлман — он нисколько не постарел
ача пĕрре те итлемест — ребенок совсем не слушается
ку юрă мана пĕрре те килĕшмерĕ — мне эта песня ничуть не понравилась

поло

спорт.
поло (ут утланса мечĕкпе вылямалли вăйă)
◊ шыври поло — водное поло

пултăк

2.
способность, одаренность, данные
ачан кĕвĕ-юрă пултăкĕ пур — у мальчика есть музыкальные данные

пуçар

проявлять инициативу, начинать, зачинать
социализмла ăмăрту пуçаракансем — зачинатели социалистического соревнования
вăл пуçарнипе — по его почину
сăмах пуçар — начать речь, завести разговор о чем-л.
пуçарса пар — начать, положить начало
юрă пуçарса пар — запеть песню
пуçарса ту — делать что-л. впервые
пуçарса яр— положить почин

пуçаруçă

1.
инициатор, зачинатель
вăйă пуçаруçи — заводила в играх
юрă пуçаруçи — запевала
Совет Союзĕ — миршĕн пыракан кĕрешӳ пуçаруçи — ист. Советский Союз — инициатор борьбы за мир

регби

спорт.
регби (футбол евĕр вăйă)
регби матчĕ — матч по регби

результатлă

результативный
результатлă вăйă — результативная игра
лайăх результатлă сăнав — эксперимент, давший положительные результаты

романс

романс (лирикăллă юрă тĕсĕ)

рулетка

2.
рулетка (азартлă вăйă)
рулеткăлла выля — играть в рулетку

сасă

звуковой
звуко-

уçă сасăсем — гласные звуки
хупă сасăсем — согласные звуки
сасă евĕрлевĕ —звукоподражание
юрă сасси — звуки песни
сасă çырни — звукозапись
сасă çыракан хатĕр — звукозаписывающее устройство
сасă операторĕ — звукооператор
сасă хумĕсем — звуковые волны

сăвă

песенный
сăвă кала — 1) читать стихи 2) петь частушки
сăвăсăр юрă — песня без слов
ку поэт сăввисемпе нумай юрă хывнă — на слова этого поэта сложено много песен

сăвă

4. диал.
мелодия, напев
юрă сăвви — мелодия песни
пире аппа сăй тăвать пирĕн сăвва илтесшĕн — фольк. нас потчует сестрица, желая услышать наши напевы

сăвă-юрă

песенный
халăхăн сăвă-юрă пултарулăхĕ — песенное творчество народа

сăмах

4.
слова, текст
юрă сăмахĕсем — слова песни
тупа сăмахĕсене вула — зачитать текст присяги

сăхлан

3.
желать, загораться желанием, жаждать
пирĕн вăйă куракан кам сăхланмĕ выляма! — фольк. кто увидит наш хоровод, обязательно захочет в нем участвовать

сет

спорт.
сет (теннисри вăйă тапхăрĕ)

тайм

спорт.
тайм (вăйă тапхăрĕ)
пĕрремĕш тайм — первый тайм

такăн

4.
останавливаться, прерываться
юрă такăнчĕ — песня оборвалась

туйăмлă

4.
преисполненный какого-л. чувства
çепĕç туйăмлă юрă — песня, преисполненная лирического чувства

тунсăхлă

грустно, печально
тунсăхлă юрă — грустная песня
тунсăхлă сăн-пит — печальное выражение лица

уçă

звонко
уçă юрă — звонкая песня
унăн сасси уçă — у него звонкий голос
уçă юрла — звонко петь

фант

1.
фанты (япала илмелли вăйă)
фантла выля — играть в фанты

хастар

задорно, лихо, с удалью
хастар такмаксем — задорные частушки
хастар юрă — удалая песня

хĕлхемлĕн

2. перен.
задорно, с задором, весело, с огоньком
юрă хĕлхемлĕн шăранать — задорно звучит песня

хĕмлен

5. перен.
вдохновляться, воодушевляться
хĕмленсе юрă шăрантар — самозабвенно петь

хорал

муз.
хорал (темиçе сасăпа юрламалли юрă)
Бах хоралĕсем — хоралы Баха

хумхат

4. перен.
волновать, тревожить, вызывать волнение, тревогу
юрă кăмăла хумхатать — песня волнует душу

хур

8.
сочинять, слагать (песню)
юрă хур — сложить песню
Атăл çинчен хунă юрă — песня о Волге

хурланчăк

печально, грустно, жалобно
хурланчăк сасă — жалобный голос
хурланчăк юрă — грустная песня
вăл темшĕн хурланчăк пăхать — он чем-то опечален, он выглядит печальным

хурлă

печально, грустно
хурлă юрă — печальная песня
хурлă çӳре — ходить в печали

хурлăн

2.
печально, грустно
хурлăн юрă ĕнер — грустно напевать

хурлăхлă

печально, грустно, уныло, жалобно
хурлăхлă кĕвĕ — грустная мелодия
хурлăхлă юрă — заунывная песня

хыв

14.
слагать, сочинять, составлять
сăвă хыв — сочинять стихи
юрă хыв— сложить песню

хывăн

4.
слагаться
юрă хывăнчĕ — сложилась песня

шай

8.
лад, образец, способ
ĕлĕкхи шайпа хунă юрă — песня на старинный лад

шарада

(шарат)

шарада (пуçа çĕмĕрмелли сутмалли юмах, вăйă)  [фр. charade]
шарадăсемпе ребуссен пуххи — сборник шарад и ребусов
шаратсемпе шавхăртусен пуххи — сборник шарад и ребусов

шашка

3.
шашки (вăйă)

шăплан

1.
затихать, умолкать
урам шăпланчĕ — на улице воцарилась тишина
юрă шăпланчĕ — песня затихла
шăпланăр-ха! — тише!

шухă

2.
легкомысленный, ветреный, беспечный
шухă шухăш — легкомыслие, ветер в голове
юрă пуçласа юрларăм, шухă тесе ан калăр — фольк. не сочтите меня легкомысленной за то, что первой начала песню

шӳтле

шутливо, в шутку
шӳтле сăмах — шутливое слово
шӳтле юрă — шуточная песня

экспромт

экспромт (сасартăк пуçа килнĕ сăвă, юрă)
музыка экспромчĕ — музыкальный экспромт
экспромтăн хуравла — ответить экспромтом

эндшпиль

шахм.
эндшпиль (вăйă вĕçе)
кăткăс эндшпиль — сложный эндшпиль

эреветлĕн

красиво, чудесно
шăпчăксем эреветлĕн юрă шăрантараççĕ — соловьи заливаются трелями

юр

II. см. юрă

юрă

песенный
авалхи юрăсем — старинные песни
ĕç юрри — трудовая песня
сăпка юрри — колыбельная песня
халăх юрри — народная песня
халăх юратакан юрă — популярная песня
юрă ăсти — певец
юрă кĕвви — песенный мотив
юрă уявĕ — праздник песни
юрăпа ташă ансамблĕ — ансамбль песни и танца
юрă пуххи —сборник песен, песенник
юрă хыв — сложить песню
Юрри сăмаха кăларса пăрахма çук. — погов. Из песни слова не выкинешь.

юрă


юрă карти — хоровод

юрă-çĕмĕ

то же, что юрă-кĕвĕ

юрла

II.

1.
петь, распевать
ари юрла — петь арию
дуэтăн юрла — петь дуэтом
соло юрла — петь соло, солировать
хурлăхлă юрă юрла — петь грустную песню
вăл юрлама ăста — он мастер петь
юрласа яр — запеть
юрла-юрла ĕçле — работать с песней
юрламашкăн сассăм пур — фольк. голос есть у меня для песен

янăра

1.
раздаваться, звучать
савăк юрă янăрать — звучит веселая песня
шкул кăритурĕнче шăнкăрав янăрарĕ — в коридоре школы прозвучал звонок

янăрат

2.
звонко петь
звонко играть
(на музыкальных инструментах)
наяривать прост.
купăс янăрат — наяривать на гармошке
хĕрсем юрă янăратаççĕ — девушки звонко поют песню

янкăс

1.
звонкий, серебристый, заливистый (о голосе, смехе и т. п.)
янкăс кула — заливистый смех
янкăс юрă — звонкая песня

ӳркев

унылый, хмурый, тоскливый
ӳркев юрă — тоскливый напев
ӳркеве уç — прогнать хандру
мана ӳркев пусрĕ — 1) меня одолела лень 2) на меня нашла хандра

çемĕ

мелодический
авалхи çемĕсем — старинные напевы
ташă çемми — плясовая мелодия
юрă çемми — мотив песни
çемĕ пуянлăхĕ — мелодическое богатство
çемĕ ĕнĕрле — напевать мотив
çемĕ кăлар — выводить мелодию

çемĕ

2.
ритм, такт
лад

вальс çемĕмиллĕ юрă — песня в ритме вальса
мусăк çеммипе — в такт музыке
оркестр çеммипе — под звуки оркестра
çемĕ тыт — выдерживать ритм

çемĕле

1.
складывать музыку
выводить мелодию, напев

юрă çемĕле — сложить песню
сăмахсене çемĕлесе кала — напевно выводить слова

çĕкле

12.
воодушевлять, поднимать, вызывать подъем
прибавлять, умножать
(силы)
юрă чуна çĕклет — песня вызывает душевный подъем

çĕнтерӳллĕ

победно, победоносно
çĕнтерӳллĕ революци — победоносная революция
çĕнтерӳллĕ çар — победоносная армия
çĕнтерӳллĕ юрă янăрать — звенит победная песня

ăста

мастерски, искусно, умело, виртуозно
вăйлă тырпул ăсти — мастер высокого урожая
сăмах ăсти — художник слова
ташă ăсти — плясун, танцор
юрă ăсти — искусный певец, песельник прост.
ăста ĕç — искусная работа
ăста хирург — опытный хирург
вăл юрра ăста — он мастер петь
вăл купăс ăста калать — он мастерски играет на гармони
Ăста аллинче ĕç вылять. — погов. Дело мастера боится.
Ӳркенмен — ăста пулнă. — посл. Кто работает без лени, тот становится мастером.

çавăр

19.
отделывать
обшивать, оторачивать

кĕпе аркине тĕрĕ çавăр — отделывать подол рубахи вышивкой
ука кирлĕ çуха çавăрма, хайла кирлĕ юрă юрлама — фольк. чтобы обшить ворот, нужны позументы, чтобы спеть песню, нужно искусство

хумхануллă

волнующий, вызывающий волнение
хумхану самантсем — волнующие моменты
хумхану юрă — волнующая песня

хитрен

2.
мелодично
юрă хитрен янăрать — песня звучит мелодично

кил


тӳр кил — доводиться, случаться
мана унпа паллашма тӳр килчĕ — мне довелось познакомиться с ним
мĕн килчĕ ăна — что попало, все подряд
ăçта килчĕ унта — 1) где попало 2) куда попало
кăмăла кил — нравиться
çĕнĕ юрă пурне те кăмăла килчĕ — новая песня понравилась всем
пурăна киле — со временем
май кил — удаваться
май килнĕ таран — по мере возможности
май килсенех — при первой возможности

çавра


çавра курка — круговая чаша, чаша пущенная по кругу
çавра юрă — хороводная песня

комбинациллĕ

комбинационный
комбинациллĕ вăйă стилĕ — комбинационный стиль игры (напр. в шахматах)

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

агрегатчик

п.с., 1. П.п. Агрегат заводĕнче ĕçлекен çын. Специнструментпа технологи хатĕрĕсен завочĕ агрегатчик-сене штампсемпе пресс-формăсем... парса тăрать. К-н, 1977, 6 /, 2 с. Виçеллĕ мар-çке агрегатчиксен продукцийĕçӳхерех е хулăнрах, аслăрах е ансăртарах. К-н, 1987, 6 /, 2 с. Ĕçсĕррисен йышне агрегатчиксем те ӳстерчĕç. Х-р, 23.10.1993, 2 с. Агрегат-чиксене пахалăх сертификачĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 26.05.2001, 1 с. 2.Ç.п. Агрегат завочĕн спорт командинче вылякан çын. Агрегат завочĕпе электроаппаратура завочĕсен командисем кĕрешрĕç... Агрегатчиксем çĕнтерчĕç. Х-р, 11.11.1998, 4 с. Атакăсенчен пĕринче агрегатчиксем вăйă шутне уçма пултарчĕç. Х-р, 8.06.1999, 4 с. Агрегатчиксем çийĕнчех вăйăри пуçарулăха хăйсен аллине илчĕç. Х-р, 23.01.2001, 4 с. Агрегатчиксем ăнăçсăр выляççĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 22.11.2001, 4 с.

альбом

ç.п. Аудиокассета (туп.) е компакт-диск (туп.) çине çырса тиражланă юрă-кĕвĕ пуххи. Газмановăн ку таранччен 5 магнитлă альбом тухнă. ÇХ, 1997, 20 /, 5 с. «Агата» ушкăнăн юлашки альбомĕ. Т-ш, 1998, 6 /, 5 с. Л.Васильевăн çĕнĕ магнитлă альбомĕн ... презентацийĕ пулчĕ. Х-р, 20.07.1999, 4 с. «Аксар» студи кăларнă «Чăваш ташши-6» альбом. Т-ш, 1999, 3 /, 8 с. —дебют альбомĕ (Т-ш, 1998, 9 /, 12 с.); альбом-кассета (ÇХ, 1999, 7 /, 9 с.).

бейсбол

ç.с. Мечĕке панукпа (туяпа) çапса командăпа вылямалли, лапта евĕрлĕ вăйă. Японире халĕ Европа футболĕпе бейсбол анлă сарăлчĕç. Х-р, 4.03.1994, 1 с. Бейсбол вăййипе чапа тухнă Джо Дамаджио. Х-р, 23.01.1996, 3 с. Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсенче савăшу çынсене бейсбол вăййи пекех йăпатать, илĕртет. Х-р, 16.03.2000, 3 с.

вылявçă

п.с. Вăйă вылякан, вăййа-вылява хутшăна-кан çын (е сăнар). Эс, шăпа, вылявçă мар-и. Кăмăлу хăш чух çемçе... Н.Теветкел, 1982, 64 с. Иккĕшĕ те [тренерсем] вылявçăсене пĕр-пĕрне ăнланса, ăспа выляма вĕрентеççĕ. ÇХ, 2001, 30 /, 5 с.

дартс

ç.с., спорт. Тĕклĕ çĕмренсемпе тĕл пемелле ăмăртни. 90-мĕш çулсенче вăл [И.Солдатова] дартс енĕпе ăмăртса та пысăк çитĕнӳсем турĕ. Х-р, 23.01.1996, 4 с. Чемпионатра дартс спорт вăййине ирттерме йышăннă. Пĕчĕк сăнăсемпе пересси инвалидсем хушшинче анлă сарăлнă вăйă. Х-р, 11.09.1996, 4 с. 1994 çулта дартс енĕпе ирттернĕ Раççей чемпионачĕ. А-и, 2000, 1 /, 7 с.

ди-джей

ç.с. Кĕвĕ-çемĕ (музыка) программине, дискотекăна (туп.) ертсе пыракан çын; диск-жокей. Кăшт ĕшенсен [дискотекăра] Сергей ди-джей култарма тăрăшрĕ. Х-р, 25.02.1997, 4 с. Ташăсем хушшинчи кĕске тăхтавсенче ди-джейсем «пропаганда» ĕçне тунă. ÇХ, 1997, 49 /, 4 с. Халь ди-джей юрă-кĕвĕ çыракан... фирмăра çĕнĕ альбом хатĕрлет. Т-ш, 1999, 12 /, 11 с. Ди-джейсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. К-ш, 2001, 4 /, 4 с.

диск

ç.п. Кĕвĕ-юрă е урăх информаци çырнă пластинка. Юрлать, пысăк çитĕнӳсем тăвать, темиçе диск çыртарса кăларнă. Х-р, 17.06.1992, 2 с. Влад Сташевский сцена çине тухнăранпа кăçал пилĕк çул çитет. Çакна вăл çĕнĕ диск кăларнипе паллă тăвать. Т-ш, 1998, 12 /, 12 с. Эп халех чаплă хитсен тулли дискне çыртарса хатĕрлеме пултаратăп. ÇХ, 1999, 1 /, 5 с. Киле çитрĕм те ывăннине пăхмасăрах диск итлерĕм. Х-р, 1.06.2000, 3 с. — лазер диск (ÇХ, 1998, 47 /, 8 с.).

дискотека

п.с. Çамрăксем ятарлă вырăна пухăнса, кĕвĕ ярса ташлани; ташă каçĕ. Вокалпа инструментсен ансамблĕсемпе дискотекăсем пирки те каласа хăварас килет //Я-в, 1985, 1 /, 2 с. В. Станьял тĕрлĕ мероприятисем сĕнет, ... вĕрентӳрен пуçласа юрă-ташă, дискотека, фестивальсем таранах. Х-р, 10.12.1996, 3 с. Кашни кунах, хĕрпе каччă пек, клуба, дискотекăсене каяттăмăрччĕ. Вăл дискотекăна ертсе пыратчĕ. ÇХ, 1999, 3 /, 10 с. Çур çĕр иртни пĕр сехетченех шавласа кĕрлет дискотека. ПÇ, 2.09.2000, 4 с. — шавлă дискотека (ÇХ, 1997, 50 /, 8 с.); чăваш дискотеки (К-н, 2001, 20 /, 8 с.); — дискотека ирттер (ÇХ, 1998, 46 /, 5 с.); дискотекăра паллаш (ÇХ, 1998, 47 /, 8 с.); дискотекăна чĕн (ТА, 2002, 5 /, 16 с.).

кĕвĕлĕх

п.с. 1. Сас-чĕвĕн илемлĕ янравĕ; килĕшӳлĕх, янравлăх, ĕнерӳлĕх. Юрă сăввин хăйĕн ритмĕ, кĕвĕлĕхĕ пур. Г.Ефимов //Я-в, 1968, 6 /, 30 с. Поэзи ... музыкăна çывăх тăракан кĕвĕлĕх. Г.Айхи //ТА, 1988, 10 /, 57 с. Лена юрлакан юрăсем çепĕçлĕхпе, кĕвĕлĕхпе тыткăна илеççĕ. Х-р, 20.01.1994, 4 с. Илле Тукташ кĕвĕлĕхĕпе çунатланса эпĕ те хамăн сăвă сăмахĕсене çырса панăччĕ. Ар, 2001, 17 /, 2 с. — сăвă кĕвĕлĕхĕ (ТА, 1998, 1 /, 14 с.); сăввăн кĕвĕлĕхĕ (Х-р, 11.11.1999, 1 с.); сасăсен кĕвĕлĕхĕ (ХШ, 2000, 4 /, 102 с.); асамлă кĕвĕлĕх (ЧЕ, 1999, 8 /, 5 с.); — ВЧС, 1971, 124 с., 338 с., 355 с. 2. Шайлашулăх, çураçулăх, килĕшӳлĕх. Çын кăмăлĕ тĕнче кĕвĕлĕхне тупсан çеç чăн-чăн поэзи ӳкерчĕкĕсем çуралĕç. Н.Петровский //ЧЕ, 1992, 21 /, 15 с. Шуйттан ... пурнăçри çураçулăхпа кĕвĕлĕхе пĕрмаях пăсса пынă иккен. ЧС, 1994, 8 кл., 321 с.

кĕвĕ-çемĕ

п.с. Кĕвĕ-юрă, музыка, мусăк. Алăк хупăнать, кĕвĕ-çемĕ чарăнать. Г.Ефимов, 1960 (Акăшпи), 37 с. Хальччен çунатлантарнă кĕвĕ-çемĕ чуна ыраттарать. Д.Гордеев, 1988, 259 с. Ф.П.Павловпа С.М.Максимов чăваш кĕвви-çеммине тăван чĕлхепех самай çыпăçуллă тишкерме пултарнă. ХЭ, 1996, 142 с. Пушă вăхăтра сăвă çыратăп, кĕвĕ-çемĕ итлетĕп. Т-ш, 1998, 3 /, 11 с. — юрă-ташă кĕвви-çемми (Ю.Скворцов, 1978, 35 с.); çамрăксен кĕвви-çемми (Хв.Агивер, 1984, 185 с.); ют çĕршывсенчи кĕвĕ-çемĕ (К-н, 1987, 22 /, 2 с.); — кĕвĕ-çемĕ терминĕсем (ХЭ, 1996, 142 с.); кĕвĕ-çемĕ уявĕ (Т-ш, 1998, 10 /, 3 с.).

конкурсçă

ç.с. Конкурса хутшăнакан çын. Баянист баяна тăсса ярса кĕвĕ шăрантарать, конкурсçăсен вара мĕнле юрă пулнине куракансене пĕлтермелле. Х-р, 20.02.1996, 4 с. Чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсне ирттерме йышăннă... Конкурсçăсен фестивале хутшăнма кăмăл пурри çинчен йĕркелӳ комитетне пĕлтермелле. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с.

марафон

1. П.п., куçăм. Нумая пыракан тупăшу-ăмăрту; вăрах тăсăлакан ĕç. Уапа-Уапа хулинче йĕркеленĕ музыка марафонĕ 50 куна тăсăлнă. К-н, 1982, 16 /, 10 с. Вăт çав кунран пуçланчĕ те ĕнтĕ ман марафон. Кашни кун тенĕ пекех правление чупатăп. К-н, 1984, 5 /, 7 с. Çапла вара [халăх] суйлав марафонне хутшăнакан 5 кандидатран виççĕшне кăмăллани курăнчĕ. ÇХ, 1997, 50 /, 2 с. Сентябрь тата октябрь уйăхĕсенче «Шупашкар — Атăлçи культура тĕп хули» марафон иртĕ. Марафона юрă-кĕвĕ фестивалĕ уçĕ. ХС, 2003, 84 /, 1 с. 2. Ç.п. Телемарафон (туп.). Çĕртме уйăхĕн 1—4-мĕшĕсенче ыркăмăллăх марафонĕ ирттерчĕç... Предприятисемпе организацисем марафон счечĕ çине 320 пин тенкĕ куçарса панă... Марафон йĕркелӳçисем акцие хастар хутшăннисене чĕререн тав тăваççĕ. Х-р, 6.06.2000, 1 с.

мусăк

п.в. Музыка, кĕвĕ-çемĕ, кĕвĕ-юрă. Сывлăша çурайрĕ мусăк... П.Хусанкай, 1968, 99 с. Ах, мĕнпе-ши вăйлăçын. Хуравлать, ав, клавесин, «Мусăкпа, тет, мусăкпа!» Г.Айхи, 1988, 42 с. Ак, мусăк пек, черккесем те янрарĕç. Бельман, 1999, 25 с. — мусăк тĕпчевĕ (Х-р, 17.05.2003, 2 с.); — Ашмарин, VIII, 275 с.

пĕтĕçӳ

п.п. Ар çыхăнăвне кĕни; пĕтĕç(лен)ни, арлашни (туп.), çыхлашни. Ку мел мăшăрсене иккĕшне те пĕтĕçĕве пĕрешкел йĕркелесе пыма, вăя перекетлеме май кӳрет. А-и, 1992, 22 /, 5 с. Пĕтĕçӳшĕн çеç çыхăнăва кĕресси чи çăмăл, ансат çул. ÇХ, 1998, 6 /, 5 с. Петтинг пĕтĕçӳ умĕн савăшмалли вăйă та пулма пултарать. С-х, 1998, 7 /, 4 с. — арлăх пĕтĕçĕвĕ (ÇХ, 3.04.1998, 5 с.); — пĕтĕçӳ ăшлăхĕ «амалăх умĕ» (МТВЧС, 1996, 51 с.; ÇХ, 10.04.1998, 6 с.).

порно

ç.с., калаç. Ар хутшăнăвне килпетсĕр сăнлакан фильм; намăссăр хайлав. Салонсем хупăнса пĕтрĕç, анчах порно кинотеатрсене куçрĕ. Х-р, 30.03.1994, 3 с. Порнора ӳкерĕнесси вăйă пек туйăнатчĕ. ÇХ, 2001, 30 /, 8 с.

продюсер

ç.с. Пултарулăх ушкăнне ăнăçлă ĕçлеме майсем туса паракан (укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен, реклама йĕркелекен т.ыт.те) ятарлă çын. Наци эстрадине чăннипех йĕркеленсе çитме чăваш продюсерĕсем çукки те хытах чăрмантарать пулмалла. Х-р, 1994, 6 /, 4 с. Эсĕ ... унчченхи продюсерупа мĕнле хирĕçсе кайма пултарнă-ха. Т-ш, 1999, 12 /, 11 с. — продюсер фирми (Х-р, 1994, 6 /, 4 с.); продюсер центрĕ (К-н, 2001, 20 /, 8 с.); — фотоӳкерӳ продюсерĕ (ÇХ, 1998, 25 /, 4 с.); вăйă продюсерĕ (ÇХ, 1999, 49 /, 4 с.); эстрада ушкăнĕн продюсерĕ (ÇХ, 2000, 11 /, 3 с.); передача продюсерĕ (ÇХ, 2001, 22 /, 12 с.).

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вăйă

игра
хоровод

вăйă выля — играть
вăйăран вăкăр тухать теççĕ — говорят, что из игры бык выходит (игра до добра не доводит)
епир вăйă тухсассăн каччă тăма вырăн çук — когда мы выйдем в хоровод, то парням негде бывает стоять

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

кафизма

псалтирь пайĕсем. Çав псалтирте 150 псалом (юрă): вĕсене 20 пая уйăрнă, пайĕсене кафизма теççĕ [Наставление 1896:52].

композиттăр

, композитор шухăшласа нотпа юрă кĕввисем çыракан; юрламаллисене çыракан. Чăваш юррисен кĕввисем нумайĕшĕ чаплă композиттăрсем (шухăшласа нотпа юрă кĕввисем çыракансем) çырнă кĕвĕсем евĕрлĕ [Комиссаров 1918:23]; Чăвашран чаплă поэтсем, кĕнекеçĕсем тухĕç; хамăрăн композиторсем (юрламаллисене çыракансем) <…> тухса чаплăланĕç [Комиссаров 1918:39].

мыскара

шӳт. Мыскара (шӳт) тунă чух, халлап каланă чух, юрă юрланă чух, ташланă чух Турă ятне хисеплемесĕр асăнмарăн-и? [Требник 1886:50].

псалом

псалтирти юрă; Иисус Христос вĕренекенĕсемпе Турра мухтаса юрлакан юрăсем. Çав псалтирте 150 псалом (юрă): вĕсене 20 пая уйăрнă, пайĕсене кафизма теççĕ [Наставление 1896:52]; Апат пĕтсен Иисус Христос вĕренекенĕсемпе Турра мухтаса юрăсем (псаломсем) юрланă та Елеон тăвĕ çинчи Гефсимания пахчине кайнă [Наставление 1896:112].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

арена

сущ.жен.
1. сцена (циркра); на арене цирка выступают клоуны цирк сцени çинче клоунсем выляççĕ
2. арена, вăйă вырăнĕ (стадионта)

ария

сущ.жен.
ари (оперăн юрă евĕрлĕ пайĕ); певец исполнил арию юрăçă ари юрларĕ

аттракцион

сущ.муж.
аттракцион (канса йăпанмалли вăйă хатĕрĕсем, чуччу-карусель т. ыт.)

бадминтон

сущ.муж.
бадминтон (ракеткăпа çапса волан вĕçтермелли вăйă); играть в бадминтон бадминтонла выля

баскетбол

сущ.муж.
баскетбол (мечĕк персе çавра карçинккана лектермелли вăйă); играть в баскетбол баскетболла выля

бильярд

сущ.муж.
бильярд (туяпа шар тĕксе вылямалли вăйă); детский бильярд ача-пăча бильярчĕ; играть в бильярд бильярдла выля

веселить

глаг. несов. (син. радовать; ант. печалить, огорчать)
савăнтар, хаваслантар, хĕпĕртеттер, савăнăç кӳр; песня веселит душу юрă чуна савăнăç кӳрет

викторина

сущ.жен.
викторина (ыйтусене хуравламалли ăмăртуллă вăйă); в школе провели литературную викторину шкулта литература викторини ирттерчĕç

вничью

нареч.
çĕнтерӳсĕр; игра закончилась вничью вăйă никам та çĕнтерменнипе вĕçленчĕ

вокал

сущ.муж.
юрă ăсталăхĕ, юрлас ăсталăх

вокалист

сущ.муж., вокалистка жен.
юрăçă, юрă ăсти

вокальный

прил.
юрă -ĕ, юрлав -ĕ, юрăçă -ĕ, юрлавçă -ĕ; вокальное искусство юрлав ăсталăхĕ; вокальный ансамбль юрăçăсен ансамблĕ

выдумать

глаг. сов.
1. (син. изобрести) ăсла, шутласа кăлар; выдумать новую игру çĕнĕ вăйă шутласа кăлар
2. (син. придумать) шухăшласа кăлар, шухăша вĕçтер (çуккине пур пек туса)

гимн

сущ.муж.
гимн (патшалăх символĕ шутланакан чаплă юрă); Гимн Российской Федерации Раççей Федерацийĕн Гимнĕ; оркестр исполнил гимн оркестр гимн каларĕ

данные

сущ.множ.
1. (син. сведения) даннăйсем, хыпарсем; по официальным данным официаллă хыпарсем тăрăх; обобщить данные даннăйсене пĕтĕмлет
2. (син. способности, задатки) пултарулăх, хевте; у ребёнка есть музыкальные данные ачан юрă-кĕвĕ пултарулăхĕ пур ♦ компьютерная база данных компьютер даннăйсен бази

дарование

сущ.сред. (син. талант)
пултарулăх, талант; пултаруллă çын; он обладает музыкальным дарованием унăн юрă-кĕвĕ пултарулăхĕ пур; конкурс молодых дарований пултаруллă çамрăксен конкурсĕ

домино

сущ.нескл.сред.
домино (вăйă); играть в домино доминолла выля

ёлочный

прил.
ёлка -ĕ; ёлкăри; ёлочные украшения ёлка тетти-капăрлăхĕ; ёлочные развлечения ёлкăри вăйă-кулă

жизнерадостный

прил., жизнерадостно нареч. (син. весёлый, бодрый; ант. унылый)
хаваслă, савăнăçлă, хавхаланчăк; жизнерадостная песня хаваслă юрă; жизнерадостное настроение хавхаланчăк кăмăл

задушевный

прил. (син. сердечный, искренний), задушевно нареч.
ăшă кăмăллă, чуна тивекен; задушевная песня чуна тивекен юрă

затянуть

глаг. сов.
1. кого-что (син. завязать) çыхса ларт, туртса çых; затянуть пояс потуже пиçиххине хытăрах туртса çых
2. 1 и 2 л. не употр. (син. засосать) туртса кĕрт, çăт, путар; нас чуть не затянуло в трясину эпир путлăх çăтасран аран çăлăнтăмăр
3. (ант. покрыть) вит, хупла, хупласа ил; небо затянуло тучами тӳпене пĕлĕтсем хупласа илнĕ
4. что и с чем (син. замедлить; ант. ускорить) вăраха яр, тăсса яр; затянуть работу ĕçе вăраха яр ♦ затянуть песню юрă юрласа яр; затянуть в спор тавлашăва хутшăнтар

звонкий

прил. (син. звучный, громкий; ант. глухой), звонко нареч.
янравлă, уçă; янăракан; звонкий голос уçă сасă; звонкие согласные звуки янăракан хупă сасăсем; звонко петь песню юрă шăрантар

звучать

глаг. несов.
1. янăра, илтĕн; звучит песня юрă янăрать
2. (син. проявляться, выражаться) палăр, сисĕн; в его голосе звучит радость унăн сассинче савăнăç палăрать

игра

сущ.жен., множ. игры
1. вăйă, выляв; выляни; детские игры ача-пăча вăййисем; спортивные игры спорт вăййисем; летние Олимпийские игры çуллахи Олимп вăййисем; компьютерные игры компьютер вăййисем
2. выляни, калани; игра на гармони купăс калани ♦ игра слов сăмах вăййи (сăмахсене ытарлă çыхăнтарса калани); игра с огнём вутпа выляни (хăрушă, теветкеллĕ ĕç çинчен); игра природы çут çанталăк тĕлĕнтермĕшĕ

игровой

прил.
вăйă -ĕ; вăйăллă; игровые автоматы вăйă автомачĕсем; игровые виды спорта спортăн вăйăллă тĕсĕсем (сăм., футбол, хоккей)

игротека

сущ.жен.
вăйă пуххи; школьная игротека шкулти вăйă пуххи

игрушечный

прил.
тетте ...; вăйă -ĕ; вылямалли; игрушечный автомобиль тетте автомобиль; игрушечное ружьё вылямалли пăшал

игрушка

сущ.жен., множ. игрушки
тетте, вăйă хатĕрĕ, вылямалли япала; резиновые игрушки резина теттесем; ёлочные игрушки ёлка капăрлăхĕсем

импровизация

сущ.жен.
импровизаци (хайланă вăхăтрах каласа пани, сăм., юрă хывнă май ăна юрлани)

искусство

сущ.сред.
1. ӳнер; изобразительное искусство сăнарлă ӳнер; музыкальное искусство юрă-кĕвĕ ӳнерĕ; заслуженный деятель искусств ӳнерсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
2. (син. мастерство) ăсталăх, хайлалăх, маçтăрлăх; искусство вышивки тĕрĕ ăсталăхĕ

клюшка

сущ.жен.
клюшка, туя (хоккеистсен вăйă хатĕрĕ)

козёл

сущ.муж.
1. качака таки, каçтаки (килти); рога козла каçтаки мăйраки
2. качака (ирĕкри); горный козёл ту качаки
3. качака (вăйă); забивать козла качакалла выля (домино вăййинче) ♦ от него как от козла молоко унран ним усси те çук; козёл отпущения çын айăпĕшĕн хур куракан

композитор

сущ.муж.
композитор (кĕвĕ хайлакан); композитор-песенник юрă хывакан композитор

литься

глаг. несов.
1. юх, тăкăн; вода льётся из крана кранран шыв юхать
2. янра, шăран; песня льётся далеко юрă инçете янрать

лотерея

сущ.жен.
лотерея (укçа е япала выляса илмелли вăйă); спортивная лотерея спорт лотерейи; безпроигрышная лотерея çухатусăр лотерея (кашни билет çине выляв тухаканни)

лото

сущ.нескл.сред.
лото (сĕтел çинчи вăйă); играть в лото лотолла выла

мелодия

сущ.жен. (син. напев)
кĕвĕ, çемĕ; мелодия песни юрă кĕвви; танцевать под мелодию вальса вальс çеммипе ташла

мода

сущ.жен.
мода (халăх юратакан çĕнелĕх, сăм., тумтир, юрă-кĕвĕ); войти в моду модăна кĕр; журнал мод модăсен журналĕ

музыка

сущ.жен.
кĕвĕ, юрă-кĕвĕ, музыка; эстрадная музыка эстрада юрри-кĕвви; чувашская народная музыка чăваш халăх кĕвви

обнаружить

глаг. сов.
1. (син. найти, отыскать) туп, уç, тупса палăрт, уçса пар; обнаружить обман ултава уçса пар
2. (син. проявить) кăтарт, палăрт; ребёнок обнаружил хорошие музыкальные данные ачан кĕвĕ-юрă пултарулăхĕ пурри палăрчĕ

одаренный

прил. (син. талантливый)
пултаруллă; музыкально одарённый ребёнок кĕвĕ-юрă енĕпе пултаруллă ача

околица

сущ.жен.
укăлча, униче карти; за околицей девушки и парни водят хороводы укăлчара яш-кĕрĕм вăйă вылять

опушка

сущ.жен.
уçланкă, вăрман хĕрри; молодёжь водит хороводы на опушке леса яш-кĕрĕм вăрман хĕрринче вăйă вылять

партия

сущ.жен.
1. парти (политика организацийĕ); социал-демократическая партия социал-демократсен партийĕ; либерально-демократическая партия либерал-демократсен партийĕ; коммунистическая партия коммунистсен партийĕ
2. парти, ушкăн (пĕр ĕçри çынсен пĕрлешĕвĕ); поисковая партия шырав ушкăнĕ; партия спасателей çăлавçăсен ушкăнĕ
3. ушкăн; поступила новая партия товаров таварăн çĕнĕ ушкăнĕ килсе çитрĕ
4. парти, вăйă; сыграть партию в шахматы шахматла пĕр вăйă выля
5. парти, роль; партия скрипки сĕрме купас партийĕ; спеть партию Онегина Онегин ролĕнче юрла

пат

сущ.муж.
пат (шахмат вăййинче — мĕнле çӳресен те короле шах пулакан тăрăм; ун пек чухне вăйă никам та çĕнтерейменнипе вĕçленет)

пение

сущ.
сред. юрă, юрлав; юрлани; пение соловья шăпчăк юрри; хоровое пение хорпа юрлани

песня

сущ.жен., множ. песни
юрă; чувашские народные песни чăваш халăх юррисем; петь песню юрă юрла

пляска

сущ.жен.
ташă; песни и пляски юрă-ташă

по

предлог, употр. с разными падежами
1. при указании на место действия тăрăх, çинче; -ра (-ре); -па (-пе); гулять по саду садра уçăлса çӳре; идти по дороге çулпа пыр
2. при указании на вид деятельности енĕпе, тĕлĕшпе; -па (-пе); проводить занятия по музыке кĕвĕ-юрă занятийĕсем ирттер
3. при указании на средство действия тăрăх; -па (-пе); передавать по радио радиопа пар
4. при указании на количество распределяемых предметов -шар (-шер); выдать по тысяче рублей пĕрер пин тенкĕ алла пар, пĕр пиншер тенкĕ укçа пар
5. при указании на время действия -сан (-сен); -чен; -серен; по вечерам каçсерен; по десятое июня çĕртме уйăхĕн вуннăмĕшĕччен; по возвращении домой киле таврансан ♦ дел по горло ĕç мăй таран; по весне çуркунне; это не по мне ку мана юрамасть; стало не по себе лайăх мар пулса кайрĕ, кăмăл пăсăлчĕ

праздник

сущ.муж.
уяв; народный праздник халăх уявĕ; отмечать праздник уяв ту, уявла ♦ престольный праздник чиркӳ уявĕ; праздник труда и песни ĕçпе юрă уявĕ

припев

сущ.муж.
хушма çаврăм, юрă хушми (кашни куплет хыççăн хушса юрламалли)

романс

сущ.муж.
романс (лирикăллă юрă); старинные русские романсы авăлхи вырăс романсĕсем

сложить

глаг. сов.
1. купала, хыв, хур, купаласа хур; сложить дрова в штабель вутта шаршана хыв
2. (ант. вычесть) хуш, хушăм ту; сложить три числа виçĕ хисепе хуш
3. хутлат, хуçлат; сложить нож çĕççе хуçлат
4. (син. сочинить) хыв, хур, хайла; сложить песню юрă хыв ♦ сложить оружие парăн; сидеть сложа руки ĕçлемесĕр лар; сложить голову пуçа хур (çапăçура вилни çинчен)

слушать

глаг. несов.
1. итле, тăнла; слушать музыку юрă-кĕвĕ итле; внимательно слушать учителя вĕрентекен каланине тăнла
2. итлесе вĕрен, итле (вĕренме); он слушал известных профессоров вăл паллă профессорсене итлесе вĕреннĕ
3. итле, шута ил, шута хур; Не слушайте его! Ан итлĕр ăна! ♦ слушай, слушайте вводн. сл. итле-ха, итлĕр-ха

сопровождать

глаг. несов.
1. кого-что пĕрле çӳре, пĕрле пул (сăм., пуçлăхпа, хисеплĕ хăнапа)
2. çыхăнтарса пыр, пĕрле ту, çеммипе ту; сопровождать пение танцем юрă çеммипе ташла

способность

сущ.жен. (син. одарённость)
пултарулăх; развивать музыкальные способности кĕвĕ-юрă пултарулăхне аталантар

счёт

сущ.муж., множ. счета
1. шутлав, шут, шутлани; устный счёт сăмах вĕççĕн шутлани
2. шут (спортра); счёт игры 3:1 вăйă шучĕ 3:1
3. счёт (укçа илме çырнă хут) ♦ без счёту шучĕ çук, питĕ нумай; в конечном счёте юлашкинчен, тĕпрен илсен; на этот счёт ку тĕлĕшпе; не в счёт шута кĕмест

считать

глаг. несов.
1. шутла; считать до десяти вунна çити шутла; считать деньги укçа шутла
2. кого-что кем-чем, за кого-что или с союз ом «что» (син. полагать) шутла, хыв, хур, те; шутне хур; его считают знатоком музыки ăна юрă-кĕвĕ ăсти тесе шутлаççĕ

так

1. нареч. çапла, апла; çакăн пек, çавăн пек; сделай вот так ак çакăн пек ту
2. частица усилит. (син. очень) çав тери; я так люблю музыку эпĕ юрă-кĕвĕне çав тери юрататăп
3. нареч. хăйне хăех, хăй хальлĕн; болезнь так не пройдет, надо лечиться чир хăйне хăех иртсе каймĕ, сипленес пулать
4. частица, употр. при разъяснении, уточнении (син. например) çапла, акă, сăмахран; сельчане живут хорошо, так, многие построили дома ял çыннисем аван пурăнаççĕ, çапла, нумайăшĕ çурт лартнă
5. частица усилит. (син. очень) çав тери; я так люблю музыку эпĕ юрă-кĕвĕне çав тери юрататăп
6. союз (син. если) пулсан; тăк (тĕк); сказал, так сделаю каларăм пулсан тăватăпах ♦ и так ахаль те, унсăр та; так и быть юрĕ ĕнтĕ; так и есть чăнах та; так как союз мĕншĕн тесен; так что союз çавăнпа та; так или иначе мĕнле пулсан та; так себе вăтам, чухă кăна

теннис

сущ.муж.
теннис (мечĕке ракеткăпа çапса вылямалли вăйă); настольный теннис сĕтел теннисĕ; играть в теннис теннисла выля

училище

сущ.сред.
училище; музыкальное училище юрă-кĕвĕ училищи; профессиональные училища професси училищисем

филармония

сущ.жен.
филармони (юрă-кĕвĕ пĕлĕвĕ саракан, концерт ирттерекен организаци)

фольклор

сущ.муж.
халăх пултарулăхĕ; музыкальный фольклор халăхăн юрă-кĕвĕ пултарулăхĕ; изучать фольклор халăх пултарулăхне тĕпче

фонограмма

сущ.жен.
фонограмма (калаçу е юрă çырнă диск е магнитлă хăю); артист поёт под фонограмму артист фонограммăпа юрлать (çăварне уçса хупать, сассине вара фонограмма янратать)

футбол

сущ.муж.
футбол (командăсем пĕр-пĕрин хапхисене мечĕк тапса кĕртессишĕн ăмăртмалли вăйă); первенство по футболу футбол ăмăртăвĕ

хоровод

сущ.муж.
вăйă карти, юрă карти; весной молодёжь водит хороводы çуркунне çамрăксем карталанса вăйă выляççĕ

шашки

сущ.множ.
шашкă (вăйă); играть в шашки шашкăлла выла

эндшпиль

сущ.муж.
вăйă вĕçĕ, юлашки тапхăр (шахмат, шашка вăййисенче)

эфир

сущ.муж.
1. эфир (хăвăрт пăсланакан, медицинăра усă куракан органикăллă япала)
2. эфир (радио хумĕсем сарăлакан сывлăш хутлăхĕ); в эфире звучит музыка эфирта юрă-кĕвĕ янăрать

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

ария

ари оперăри аккомпанементпа пĕччен юрламалли юрă.

вничью

никама хăвармасăр; нихăш енĕ те çĕнтермесĕр; игра закончилась вничью вăйă нихăш енĕ те çĕнтермесĕр вĕçленнĕ.

хоровод

вăйă карти, вăйă (карталанса сăвă калани, карталанса юрласа, ташласа çаврăнни).

удовольствие

1. киленӳ, тулли кăмăл, хĕпĕртесе савăнни, ырă пурнăçпа савăнни; 2. вăйă-кулă, савăнăç.

унылый

хурлăхлă, салхуллă, кăмăлсăр, хуйха ӳкнĕ, кичем; унылая природа чухăн, кичем çутçанталăк; унылая песня хурлăхлă юрă.

былина

былина (вырăс паттăрĕсем çинчен хывнă юрă-сăвă).

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

гимн

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

игротека

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

казино

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

хит

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

хит

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

тропарь

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Çавăн пекех пăхăр:

вăй-шайлă вăйă вăйă-кулă вăйă-ташă « вăйă-юрă » вăйăç вăйăç(ă) вăйăçă вăйăм вăйăмлă

вăйă-юрă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org