Шырав: вăйлă

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авлантар

2. перен. разг.
надувать, обманывать
вăйлă авлантарса ячĕç пире! — крепко же нас надули!

ай

3.
выражает радость, удивление, восхищение
ах, ох, эх, ну

ай аван та кунта! — эх и хорошо здесь!
ай чипер те-çке хĕрĕ! — ну и красивая же девушка!
ай-ай, кăçал тырă вăйлă пулнă! — ох и хорошо уродились в этом году хлеба!

акселераци

акселерация (ӳт-пӳ хăвăрт та вăйлă ӳссе кайни)

аталан

3.
куститься, разрастаться (о кроне, корнях)
шăлан вăйлă аталанса кайнă — шиповник сильно разросся

бомбардировка

бомбардировочный
вăйлă бомбардировка — массированная бомбардировка
бомбардировка авиацийĕ — бомбардировочная авиация

вай

межд.
выражает удивление

вай-вай — усил. от вай
вай-вай вăйлă ку каччă! — ну и сильный же этот парень!

вăйлă

1.
сильный, крепкий, здоровый (физически)

вăйлă

сильно, крепко
вăйлă лаша — сильная лошадь
вăйлă организм — крепкий организм
вăйлă çап — сильно ударить

вăйлă

2.
сильный, мощный, могучий
вăйлă çар — могучая армия
вăйлă ток — сильный ток, ток высокого напряжения
вăйлă трактăр — мощный трактор

вăйлă

3.
сильный, крепкий, значительный (по величине, степени)

вăйлă

сильно, крепко, значительно
вăйлă пушар — сильный пожар
вăйлă çапăçу — жестокая битва
вăйлă çумăр — сильный дождь
вăйлă туйăм — глубокое чувство, страсть
вăйлă юрату — крепкая любовь
çил вăйлă вĕрет — ветер дует сильно

вăйлă

4.
сильный, сведущий
глубокий, основательный

вăйлă

хорошо, глубоко, основательно
вăл вăйлă математик — он сильный математик
ку шкул ачи грамматикăна вăйлă пĕлет — этот ученик хорошо знает грамматику

вăйлă

5.
сильный, веский, основательный, убедительный

вăйлă

сильно, веско, основательно, убедительно
вăйлă сăмах — убедительная речь
вăйлă тавăрса кала — ответить веско

вăйлă

6.
обильный, богатый

вăйлă

обильно, богато
вăйлă апат — обильная пища
вăйлă тырпул — богатый урожай

вăйлă

7.
богатый, зажиточный, состоятельный

вăйлă

богато, зажиточно, состоятельно
вăйлă шкул — богатая школа
ку районта вăйлă пурăнаççĕ — в этом районе живут зажиточно

вăйлă

8.
добротный
вăйлă çурт — добротный дом

вăйлă

9.
щедрый

вăйлă

щедро
вăйлă пулăшу — щедрая помощь

витреле

2.
лить как из ведра
вăйлă çумăр витрелет — дождь льет как из ведра

вышкайсăр

чрезмерно, исключительно
невиданно
чрезвычайно, чересчур

вышкайсăр вăйлă — чрезвычайно сильный
вышкайсăр усал — безмерно злой
вышкайсăр пысăк — невиданно большой

ейӳлен

разливаться (о реке)
Ункă вăйлă ейӳленчĕ — Унга разлилась широко

илес-милес

5.
очень, чрезвычайно, весьма
илес-милес вăйлă çил-тăман — очень сильный буран

илĕм-тилĕм

5.
очень, чрезвычайно
илĕм-тилĕм вăйлă çил — очень сильный ветер

ирсĕрлентер

1.
безобразить, портить
вăйлă çумăр çулсене ирсĕрлентернĕ — от ливня дороги развезло

йывăрлат

3.
тяжелить, делать тяжелым, грузным
апат вăйлă çини йывăрлатса ячĕ — от плотного обеда тело отяжелело

кăçал

в этом году
кăçал çуртри вăйлă пулчĕ — в этом году яровые хорошо уродились

кĕреш

4.
бороться, вести борьбу за что-л., добиваться чего-л.
вăйлă тырпулшăн кĕреш — бороться за высокий урожай
ирĕклĕхшĕн кĕреш — бороться за свободу
тăнăçшăн кĕрешекенсем — борцы за мир
чемпион ячĕшĕн кĕреш — бороться за звание чемпиона

круп

мед.
круп (вăйлă шыçă)

курман-илтмен

2.
невиданный, баснословный
курман-илтмен вăйлă тырпул — баснословный урожай

лаша


лаша вăйĕфиз. лошадиная сила
вăтăр лаша вăйлă мотор — мотор в тридцать лошадиных сил
тинĕс лаши — морской конек (рыба)
лаша урлă алă парам! — руку подам через коня! (старинное клятвенное выражение)

мĕнле

2. мест. с воскл. знач.
какой
мĕнле вăйлă вăл! — какой он сильный!

мускулатура

мускулатура
вăйлă мускулатура — развитая мускулатура

мускус

мускус (вăйлă шăршăллă япала)

никĕс

3. перен.
основа, база
коммунизмăн пурлăхпа техник никĕсĕ — ист. материально-техническая база коммунизма
вăйлă тырпул никĕсне хыв — заложить основы высокого урожая
никĕс хывакан — 1) основатель 2) основоположник

плазма

2. физ.
плазма (вăйлă ионланнă вещество)

пул

5.
быть, становиться
вăйлă пул — быть сильным, стать сильным
вĕрентекен пул — стать учителем
ăшăрах та ăшăрах пулса пырать — становится все теплее и теплее
вăрман шăп пулчĕ — в лесу стало тихо

пулăш

2.
содействовать, способствовать, поддерживать
вăхăтра çумăр çуни вăйлă тырпул ӳстерме пулăшрĕ — прошедшие вовремя дожди способствовали высокому урожаю
Çара, Авиацие тата Флота Пулăшакан Общество — ист. добровольное общество содействия армии, авиации и флоту, ДОСААФ
паха пуçарусене пулăш — поддерживать ценные начинания

пушар

пожарный
вăйлă пушар — сильный пожар
пушар вырăнĕ — пожарище
пушар дружини — пожарная дружина
пушар команди — пожарная команда
пушар машини — пожарная машина
пушар çути — зарево пожара
пушар тухрĕ — вспыхнул пожар
пушар сӳнтер — тушить пожар
пушар сӳнтермелли хатĕрсем — средства тушения пожара
ачасем вутпа выляса пушар кăларнă — баловство детей с огнем привело к пожару

ренессанс

1. ист.
ренессанс, возрождение (Европăра вăтам ĕмĕрсем хыççăн наукăпа искуство вăйлă аталанни)
ренесанс тапхăрĕ — эпоха ренессанса, эпоха возрождения
ренесанс художникĕсем — художники ренессанса

рубильник

рубильник (вăйлă токлă линие татмалли тата сыпмалли хатĕр)
икĕ полюслă рубильник — двухполюсный рубильник

сар

8.
развертывать, усиливать
ăмăрту сар — развертывать соревнование
вăйлă тырпулшăн кĕрешӳ сарса яр — развернуть борьбу за высокий урожай

сип

полезный, целебный, благотворный
вăрманти сип сывлăш — целебный лесной воздух
ку эмелĕн сипĕ вăйлă — это лекарство имеет благотворную силу
сипĕ çук — в этом нет проку
сипе кил — идти на пользу
Çын япали сиппе пымасть. — посл. Чужое добро впрок не идет.

степень

4. грам.
степень
вăйлă степень — превосходная степень
танлаштару степенĕ — сравнительная степень

схемăлăх

схематизм, схематичность
пьесăра схемăлăх вăйлă сисĕнет — в пьесе сильно сказывается схематичность

тап

10.
отдавать, иметь отдачу
иметь откат

пăшал каялла вăйлă тапать — ружье сильно отдает
тупă каялла тапни — орудийный откат
спираль вăйлă тапать — спираль сильно пружинит

тăвăл

I.
буря, ураган
вăйлă тăвăл — сильная буря, ураган
тинĕс тăвăлĕ — шторм
тăхăр баллă тăвăл — девятибалльный шторм
революци тăвăлĕ — перен. буря революции
тăвăл тухрĕ — поднялась буря
тăвăлпа ӳкнĕ йывăçсем — бурелом

тĕрĕслĕх

2.
справедливость, законность
правда

тĕрĕслĕх çĕнтерни — торжество справедливости
унра тĕрĕслĕх туйăмĕ вăйлă — в нем сильно чувство справедливости

тулаш

внешний, наружный
çын кăмăлне тулаш енчен пĕлме çук — по внешнему виду характер человека определить невозможно
тулашне пăхсан вăл вăйлă пек курăнать — на вид он кажется сильным
хайлалăх тулашĕ — форма произведения

ха

межд. разг.
выражает удивление, возмущение
ба, батюшки
вот ведь, вот оно как
гляди-ка

ха, эсĕ вăйлă мĕн! — ба, ты, оказывается, сильный!
ха, хирĕçлеме хăять тата! — смотри-ка! смеет еще возражать!
ха! мĕн чухлĕ халăх пуçтарăннă! — батюшки! сколько народу собралось!

хавха

возбужденный, взволнованный
вăйлă хавха — сильное возбуждение

хайăрăл

2.
гнуться, нагибаться, пригибаться
пилеш вăйлă çилпе хайăрăлать — рябина гнется от сильного ветра

хĕсӳ

1.
сжатие, сжимание, давление
вăйлă хĕсӳпе — под высоким давлением

центрифуга

2.
центрифуга (çавăрнă пирки вăйлă пусăм туса сăнамалли аппарат)
космонавтсем центрифугăра тренировка ирттереççĕ — космонавты тренируются в центрифуге

элес-мелес

3.
очень, неимоверно, чрезвычайно
элес-мелес вăйлă çил-тăман — страшная вьюга

ӳк

2.
падать, идти (об осадках)
юр ӳкет — падает снег
ирсерен вăйлă сывлăм ӳкет — по утрам выпадает обильная роса

çĕмĕрттер

8. разг.
жить деятельной, кипучей жизнью
вĕсем пурнăçа вăйлă çĕмĕрттереççĕ — они живут кипучей жизнью


çĕрçĕмĕрттерсе — шумно, громогласно
çĕрçĕмĕрттерсе туй тăваççĕ — свадьбу справляют так, что земля ходуном ходит

çирĕплет

1.
крепить, укреплять, делать крепким, прочным
никĕсе çирĕплет — укрепить фундамент
пĕвене çирĕплет — укрепить плотину
вăйлă çирĕплетнĕ позицисем — сильно укрепленные позиции

çук

3.
нельзя, невозможно
калама çук — невозможно выразить словами
калама çук вăйлă — 1) очень сильный 2) чрезвычайно сильно
пĕлме çук — нельзя знать, как знать
пĕлме çук, тен, вăл ыран та килмĕ — как знать, может быть, он и завтра не приедет
тӳсме çук — нестерпимо, невыносимо
чăтма çук — нестерпимо, невыносимо
ытарма çук илемлĕ — неотразимо красивый
шанма çук — нельзя надеяться

ăравасăр

разг.

1.
очень, чрезвычайно, крайне, чересчур
ăравасăр вăйлă — чрезвычайно сильный

ăста

мастерски, искусно, умело, виртуозно
вăйлă тырпул ăсти — мастер высокого урожая
сăмах ăсти — художник слова
ташă ăсти — плясун, танцор
юрă ăсти — искусный певец, песельник прост.
ăста ĕç — искусная работа
ăста хирург — опытный хирург
вăл юрра ăста — он мастер петь
вăл купăс ăста калать — он мастерски играет на гармони
Ăста аллинче ĕç вылять. — погов. Дело мастера боится.
Ӳркенмен — ăста пулнă. — посл. Кто работает без лени, тот становится мастером.

сисĕнкĕ

3.
чутье, нюх
сунар йыттин сисĕнки вăйлă — у охотничьей собаки сильное чутье

унăн


ун пек
1) такой, как он, подобный ему
ун пек лайăх специалиста пурте хаклаççĕ — такого хорошего специалиста, как он, ценят все
2) как он, подобно ему
эсĕ ун пекех вăйлă мар — ты не так силен, как он
3) подобным образом, так
ун пек тума юрамасть так не следует поступать

ун чухне — тогда
ун чухне вăл пĕчĕк пулнă — тогда он был маленьким
ун чухлĕ — столько
пире ун чухлĕ кирлĕ мар — нам не нужно столько унелнĕ:

вăйлă


вăйлăран вăйлă кризис — жестокий кризис
вăйлă степеньграм. превосходная степень

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

авăр

1. П.п. Пĕр-пĕр япалан çынна пăхăнтаракан витĕмĕ; серепе, таната. Парти авăрне лекнĕ Патшалăх Канашĕ... Х-р, 25.12.1997, 3 с. Унăн ăшшăн пăхакан куçĕсем, çемçе калаçăвĕ, лăпкă кулли... хăйсен авăрне çавăрса илсе кайрĕç. ТА, 1998, 1 /, 47 с. Çапла майĕпен театр авăрне кĕрсех кайрăм. ÇХ, 2000, 17 /, 12 с. — черкке авăрĕ (Х-р, 22.09. 1992, 4 с.); эрех «авăрĕ» (ПÇ, 16.05.2001, 3 с.); наркотик авăрĕ (ЧХ, 2000, 34 /, 6 с.); çемье авăрĕ (К-ш, 1998, 7 /, 8 с.); юрату авăрĕ (Т-ш, 2001,39 /, 10 с.). 2. П.п. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă вышкайсăр лару-тăру. Председатель хуçалăха юхăнчăклăх авăрне чăмтарнă. К-н, 1986, 20 /, 7 с. «Химпром» авăртан тухасшăн. Х-р, 29.10.1993, 1 с. Çеçпĕле юрату туйăмĕ вăйлă çавăрса илет те асап авăрне кĕртсе ӳкерет. Х-р, 18.09.2001, 3 с. — хăрушлăх авăрĕ (Я-в, 1991, 4 /, 23 с.); синкер авăрĕ (Я-в, 1995, 10 /, 113 с.); мĕскĕнлĕх авăрĕ (Ч-х, 1999, 27 /, 3 с.); финанс ултавĕн авăрĕ (Х-р, 2.07.1999, 3 с.); пĕчченлĕх авăрĕ (ÇХ, 2003, 2 /, 2 с.). 3. П.п. Хĕвĕшӳ, тĕркĕшӳ, пăтрану, пăтрав. «Сумкăсемпе порт-фельсем» текен лавккана ... çитрĕм те — чăн-чăн авăра лекрĕм. К-н, 1983, 24 /, 4 с. Пĕр сăвă та пулин... путмасăр иштĕр-и кун-çул авăрĕнче. Г.Ирхи, 1991, 24 с. Пире, йытă çурисем пек, коммунизмла идеологи мунчинчен рынок авăрне кăларса пăрахнă. Х-р, 28.04.1994, 3 с. Пурнăç авăрĕнче ишме вĕренеççĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 2002, 6 /, 5 с.

амбици

п.с. Хапсăну, антăху; мăнкăмăллăх, кĕр-мек(лĕх). Политика амбицийĕсене пăрахмалла [Пуçелĕк]. Х-р, 2.03.1993, 2 с. Паянхи политика амбицийĕсене пула истори факчĕсене пăсса кăтартас марччĕ. В.Родионов //ЧЕ, 6.02.1999. [Халĕ] республика президенчĕсен, кĕпĕрнаттăрсен амбицийĕнчен тухса чăннипех вăйлă регион туса хума пулать. ХХ, 2000, 7 /, 2 с. Манăн та творчествăра хамăн амбицисем пур. ÇХ, 2001, 14 /, 8 с. — пусарайми амбици (Х-р, 28.09.2001, 1 с.)

аура

ç.с. 1. Парапсихол. Чĕрĕ чунăн ӳт-пĕвне хупăрласа тăракан, вышкайсăр сисĕмлисем (экстрасенссем) кăна куракан çутă пайăрка сийĕ; биоуй (туп.). Çын аури, тепĕр майлă каласан, биоуйĕ (е кĕлетке тавра тытăнса тăракан куçа курăнман мĕлке) тăрăх диагноз лартма пулать. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Иисус Христосăн аури сарă тĕслĕ пулнă. Я-в, 1995, 9 /, 105 с. Экран çинче вăл [хĕрача] çĕр çывăхĕнчи орбитăра ĕçлекен çынсен аурине курма пултарнă. ÇХ-рĕ, 15.12.1999, 4 с. Аура çирĕп, вăйлă пулсан сире нимĕнле хура вăй та, нимĕнле тухату та çĕнтереймĕ. С-х, 2000, 27 /, 3 с. — аурăн асамлă çути (Я-в, 1995, 10 /, 42 с.). 2. Куçăм. Этем, чĕрчун е япала хăй таврашĕнчи çынсене кӳрекен витĕм. Тен, эпĕ те такамшăн Турă... Ырсунăм кăмăлĕ — аура. Л.Федорова //Я-в, 1991, 4 /, 7 с. Вера Кузьминичнăна çур ĕмĕр ытла [театрти] çак аура витĕм кӳрсе тăрать (ХК, 1998, 37 /, 15 с.). Пирĕн Таньăсене тата темле «аура» текенни пĕрешкеллетет ахăр. ÇХ, 1999, 3 /, 4 с. 3. Куçăм. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă лару-тăру, ĕç-пуç. Наци философийĕ, пурнăç аури ... авалхи тĕнре мĕн тери уçăмлă палăрать. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Хăйне евĕрлĕ аура хуçаланать. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Вăл [тĕп режиссер] артистсем сцена çинче хумханнине, ... залра хăйне майлă «аура» пулнине лайăх туйса илнĕ. Х-р, 13.04.2001, 2 с.

дезодорант

п.с. Ӳт-пĕве е пӳлĕме уçăлтаракан, ырă шăршă кӳрекен хатĕр. Болгарирен илсе килнĕ дезодорантсене парнеленĕ. ÇХ, 2000, 6 /, 5 с. Унран [тар шăршинчен] хăш чухне чи вăйлă дезодорант та сыхласа çитереймест. С-х, 2000, 21 /, 2 с. Вăйлă тарлакансем дезодорантсемпе, анти-перспирантсемпе çеç çырлахаймĕç. ÇХ, 2001, 21 /, 10 с.

жириновец

ç.с. Раççейри либерал-демократсен В.В.Жириновский ертсе пыракан партийĕнче (РЛДП) тăракан е унăн интересĕсене хӳтĕлекен çын. [Суйлавра] жириновецпа националист 3—5-шер процент пухĕç, анпиловецтата сахал-тарах. Х-р, 9.01.1998, 1 с. Кунти [Шупашкарти] жириновецсем хушшинче самай пысăк ятлă-сумлă тепĕр çын та пур. Вăл — çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи РЛДП членĕсен ертӳçи. ÇХ, 1999, 4 /, 2 с. Жириновецсен фантази тени вăйлă çав. ÇХ, 1999, 13 /, 3 с. Думăна лекнĕ ... «жириновецсем» тӳрех çĕнтерӳçĕсем [РФКПпа «Пĕрлĕх»] майлă çаптарма тытăнчĕç. Х-р, 25.05.2001, 1 с.

кикбоксер

ç.с. Кикбоксингпа аппаланакан çын. Шупашкар каччи А.Соловьев паян Раççейри чи вăйлă кикбоксер-сенчен пĕри. ÇХ, 1999, 29 /, 11 с.

лаша

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) çиччĕмĕшĕ. 1990 çул, Авалхи Китай календарьне пăхсассăн, Лаша çулĕ ятлă. Тепĕр тĕрлĕ каласан, унăн паллиЛаша. ЯБ, 1990, 1 /, 61 с. Лаша çулĕ вăрăсене ăнăçу кӳмест. Х-р, 10.01.2002, 1 с. — Вутлă Лаша çулĕ (ЯБ, 1990, 1 /, 63 с.). 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Лаша çулĕнче) çуралнă çын. Çак çул Лашана тĕрлĕ çитĕнӳ валли вĕçсĕр-хĕрсĕр анлă майсем туса парать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Лашасем питĕ вăйлă юратса пăрахĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. 3. П.п., спорт. Гимнастика хусканăвĕсем тумалли тĕревлĕ пăрăс. Нина «лаша» урлă сикессипе иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. ÇХ, 1999, 11 /, 12 с. 4. П.п., шӳтл. Ал туйи, патак. Кукамай кайма пуçтарăнчĕ, «Вĕт-шакăр, çавăтса килсемĕр манăн лашана». Н.Ишентей, 1997, 70 с. — кукамайăн эрешлĕ лаши (А-а, 2002, 46 /, 3 с.).

маргиналлăх

ç.с. Хăнăхнă тавралăхран хăпнă пирки малтанхи йăла-йĕркерен юсни, анчах çĕннине те хăнăхайманни; çурмаккайлăх. Индустри тĕлĕшĕнчен вăйлă аталаннă республика тăвас тĕллевпе ялтан кайнă хресчен ачисем маргиналлăхăн ик айкки те тăвайккиллĕ лачакинче пурăнаççĕ. А.Леонтьев //Я-в, 1990, 6 /, 2 с.

мафиози

ç.с. Мафипе, преступниксен вăйлă аталаннă ушкăнĕпе çыхăннă этем. Тĕрлĕ плакатсем нумай ... Республикăри «мафиозисене» ответ тыттармалли çинчен. Х-р, 17.03.1992, 1 с. Халăх ĕçкĕпе иртĕхни ... халăха тата патшалăха пĕр айăпланмасăр çаратса пуякан мафиозишĕн питĕ тупăшлă. Х-р, 5.09.1996, 4 с. — мафиозие арестле (Х-р, 25.09.1996, 4 с.); мафиозисен тусĕ (ÇХ, 2000, 17 /, 4 с.).

меценатлăх

ç.с. Пуян çынсем ăслăлăхпа ӳнере (туп.) таса кăмăлпа (пайталанмасăр) пулăшни. Раççей пуянĕсен революциччен вăйлă сарăлнă меценатлăхĕ çĕнĕрен çĕкленнине кăтартакан тĕслĕх ку. Ар, 2002, 36 /, 1 с.

митталăх

п.с. Чун хавалĕпе тата кăмăл-сипетпе (туп.) Митта Ваçлейĕ пек пулни. Сăпайлăх, чăтăмлăх, çынлăх, чунлăх. Çак сăмахсем пĕр сăмахрамитталăхрашăранса-пĕтĕçсе конкретлăх тупрĕç. Митталăх... Мĕн тери çитмест вăл пире тепĕр чухне! Н.Исмуков, 1990, 94 с. В.Юмартăн пултарулăхĕ митталăха пуянлатрĕ, аталантарчĕ. Унăн сăввисенче Митталла кăмăл тасалăхĕ, сăпайлăхĕ, çирĕплĕхĕ, шухăш тарăнлăхĕ, чĕлхе тирпейлĕхĕ вăйлă сисĕнет. Г.Юмарт //ЧТ, 28.02.1998, 3 с.

мусăк

п.в. Музыка, кĕвĕ-çемĕ, кĕвĕ-юрă. Сывлăша çурайрĕ мусăк... П.Хусанкай, 1968, 99 с. Ах, мĕнпе-ши вăйлăçын. Хуравлать, ав, клавесин, «Мусăкпа, тет, мусăкпа!» Г.Айхи, 1988, 42 с. Ак, мусăк пек, черккесем те янрарĕç. Бельман, 1999, 25 с. — мусăк тĕпчевĕ (Х-р, 17.05.2003, 2 с.); — Ашмарин, VIII, 275 с.

оргазм

п.с. Каçăху (туп.). Оргазмюратăвăн чи пылак саманчĕ. Я-в, 1991, 3 /, 32 с. Оргазм 20—24 çулсенче, ытларах ача çуратнă хыççăн, вăйлă палăрать. ÇХ, 1996, 2 /, 5 с. Ача çуратнă хыççăн оргазм туйми пултăм. С-х, 2000, 37 /, 4 с. — клиторлă оргазм, мышцăллă оргазм (ÇХ, 1998, 46 /, 5 с.); типĕ оргазм (С-х, 2000, 17 /, 3 с.); арçын оргазмĕ (Ар, 2001, 15 /, 4 с.); — оргазмпа килен (Ар, 2001, 15 /, 4 с.).

полиатлонист

ç.с. Полиатлон ăмăртăвне хутшăнакан спортсмен. Çăмăл атлетсемпе полиатлонистсем хавшакрах пулчĕç. Х-р, 19.09.1996, 3 с. Вăл [Ю.Федотов] Муркаш районĕнчи чи вăйлă полиатлонистсенчен пĕри шутланнă. Х-р, 4.03.2003, 4 с.

ĕмĕтсĕрлен

п.с. Выçăх, непĕслен, çăтăх, çăткăнлан, хыпкăнлан. Тăшман вăйлă, тĕнчене хыпса-çăтса яма ĕмĕт-сĕрленсе, ... тахçанах хатĕрленсе тăнă. А.Алга, 1955, 59 с. Ытлашши ĕмĕтсĕр ан пул, ĕмĕтсĕрленмен-тĕкшутласа илнĕ пулăттăн. Юхма М. //К-н, 1961, 17 /, 6 с. «Çук, каллех ĕмĕтсĕрленмелле», — ятлаçса илчĕ Çумкка, те шурă путекшĕн çеç каларĕ çак сăмахсене... Ю.Силэм, 1989, 48 с. Çинĕ чухне ан васкăр, апата лайăх чăмласа вĕтетĕр, ан ĕмĕтсĕрленĕр. ХС, 1999, 24 /, 4 с.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вăй

мышца
вăй патăр — Бог на помочь!
вăйлă — сильный
вăйсăр — бессильный
вăйпа — силом
вăйпа туртса илнĕ — отняли силом
вăйлă çын — силач
вăйĕ вăрăм тунайăн пек — силишка, что у комаришки
вăй çитменнине ан тапăн теççĕ — не нападай на того, на кого сил не хватит
вăйран ытлашшине ан ĕçле — не берись за непосильное
вăйлан, вăйлăлан —усиливаться
вăйлăлат, вăйлат — усилить; усиливать

вăрçă

драка, борьба, ссора
война
брань
ругань

вăйлă вăрçă — сеча
çакăнта вăйлă вăрçă —
вăрç — воевать
вăрçни аван мар — ссориться не хорошо
вăрçă тăр — стоять наготове к войне
пирĕнпе вăрçсан — браниться
вăрçса (йăтлаçса) чарăнчĕ — набранился
вăрçса пурăнни, лайăх пурăнманни, килĕшӳ çукки — нелады

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

май

çу уйăхĕ. Çу (май) уйăхин малтанхи кунĕсенче Шупашкар енче пит вăйлă çил пулнă [Хыпар 1907, № 15:115]; Апостолсемпе пĕр тан святой Кириллпа Мефодие асăнса уяни, çăв уйăхин (майăн) 11 кунĕнче [Молитвенник 1896:39].

парка

шултăра. Вăрлăх пĕрчи мĕн чухлĕ парка (шултăра), мĕн чухлĕ йывăр туртать, çавăн чухлĕ вăл хăвăртрах тымар ярса çулçă кăларать те вăйлă хунаса каять [Каким 1911:3].

Перун

славянсен аслати турри. Славянсем чăн Турра пĕлмен, вĕсем суя тĕнпе пурăннă: вăрманта вăрман турри, шывра шыв турри, çуртра хĕртсурт пулнă; чăн аслă турри Перун ятлă пулнă, вĕсем ăна аслати турри тенĕ [Рассказы 1888:6]; <…> хĕвеле, уйăха, çăлтăрсене ытти япаласене те нумайĕшне турă тесе хисепленĕ; чăн вăйлă турă Перун тесе шухăшланă, ăна аслатипе çиçĕм турри тенĕ [В память 1888:3].

шыв суханĕ

чăрăш тăрри. Томас-шлакпа каинит тăкнă çĕрте иккĕмĕш-виççĕмĕш çул курăк вăйлă пулать, усал курăксем: мăк, хăях, шыв суханĕ (чăрăш тăрри) пĕтеççĕ, вĕсен вырăнне чавка пуç, кушак хӳри, мачăлта ӳсме тытăнать [Çулталăк 1910:41].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

а

1. союз
пулин те, вара; а; Вы идите, а мы подойдем попозже Эсир кайăрах, эпир вара каярахпа пырăпăр; Коля маленький, а сильный Коля пĕчĕк пулин те вăйлă

безграничный

прил., безгранично нареч.
1. (син. безбрежный; ант. ограниченный) чикĕсĕр, вĕçĕ-хĕррисĕр; безграничный космос вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнче уçлăхĕ
2. (син. чрезвычайный, безмерный) вĕçĕмсĕр, майсăр, çав тери (пысăк, вăйлă); я безгранично рад видеть тебя эпĕ сана курма çав тери хавас

бесконечный

прил.
1. (син. безграничный, беспредельный) вĕçсĕр-хĕрсĕр, вĕçĕ-хĕррисĕр, чикĕсĕр; бесконечное мировое пространство вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнче уçлăхĕ
2. (син. длинный, долгий, продолжительный), бесконечно нареч. вăрăм, вĕçĕмсĕр, вĕçленме пĕлми; дорога тянется бесконечно çул пĕр вĕçĕмсĕр тăсăлса выртать
3. (син. чрезвычайный, сильнейший) питĕ вăйлă, иксĕлми, çав тери; бесконечная радость иксĕлми савăнăç

буйный

прил., буйно нареч.
1. (син. неистовый, буйный; ант. тихий) вăйлă, авăк, асар-писер; буйный ветер авăк çил
2. (син. своенравный, непокорный; ант. смирный) хаяр, кăра, алхасуллă; он ведёт себя буйно вăл алхасса кайнă
3. (син. обильный; ант. скудный) вăйлă, илпек, акăш-макăш; буйные побеги вăйлă хунав

бурный

прил., бурно нареч.
1. тăвăллă, çил-тăвăллă, асар-писер; бурное море тăвăллă тинĕс
2. (син. резкий, стремительный) авăк, çивĕч; бурные порывы ветра авăк çил
3. (син. страстный, неистовый) хĕрӳ, вăйлă; бурно аплодировать хĕрӳллĕн алă çуп

возрождение

сущ.сред.
1. (син. восстановление, возобновление) чĕрĕлӳ, çĕнелӳ; чĕрĕлни, çĕнелни, чĕртсе тăратни, çенĕрен çĕклени; возрождение народных ремёсел халăх ал ăсталăхне чĕртсе тăратни
2. Возрождение Черĕлӳ (Европăра вăтам ĕмĕрсем хыççăн пулнă вăйлă аталану); эпоха Возрождения Черĕлӳ самани

волкодав

сущ.муж.
кашкăр тытан (пысăк, вăйлă йытă ăрачĕ)

гарантия

сущ.жен.
гаранти, шантару, шантарни, шантару пани; хорошие семена — гарантия высокого урожая лайăх вăрлăх вăйлă тыр-пул пуласса шантарать

глубокий

прил., глубоко нареч.
1. (ант. мелкий) тарăн; глубокий колодец тарăн çăл; глубоко нырнуть тарăна чăм
2. (син. отдалённый) инçетри, аякри; в глубоком тылу фронтран инçетре
3. (син. сильный) пысăк, вăйлă, çирĕп; хытă, питĕ; глубокий ум пысăк ăс; я его глубоко уважаю эпĕ ăна питĕ хисеплетĕп ♦ хранить в глубокой тайне вăрттăн упра, ан пĕлтер; в глубокой старости ватăлса çитсен

голосистый

прил.
уçă сасăллă, вăйлă сасăллă; голосистый соловей уçă сасăллă шăпчăк

громкоговоритель

сущ.муж.
громкоговоритель (радиопа панине вăйлă янратакан хатĕр)

драться

глаг. несов.
1. (син. сражаться) çапăç; вăрç, тытăç, тӳпелеш; мальчики за что-то дерутся арçын ачасем темшĕн тӳпелешеççĕ; он храбро дрался с врагом вăл ташманпа хастар çапăçнă
2. за что (син. бороться) кĕреш, тăр; драться за высокий урожай вăйлă тыр-пулшăн кĕреш

жаркий

прил .жарко нареч.(син. знойный, горячий; ант. холодный, прохладный)
1. вĕри, шăрах, хĕрӳ; жаркий день шăрăх кун; жаркие лучи солнца хĕвелĕн хĕрӳ пайăркисем
2. (син. пылкий, страстный) хĕрӳ, хĕрӳллĕ, çулăмлă; жарко любить хĕруллĕн юрат
3. (син. напряжĕнный) вăйлă, хĕрӳллĕ; разгорелся жаркий бой хĕрӳллĕ çапăçу пуçланчĕ ♦ жаркие страны кăнтăрти çĕршывсем

зверский

прил., зверски нареч.
1. (син. свирепый, жестокий) тискер, хаяр, тискер кайăкла; зверское убийство тискеррĕн вĕлерни
2. (син. чрезвычайный) акăш-макăш, вăйлă; çав тери; зверски хочется есть çав тери çиес килет

интенсивный

прил., интенсивно нареч.
1. (син. напряжённый, усиленный) вăйлă, хăвăрт, ӳсĕмлĕ; интенсивное развитие хăвăрт аталану
2. (син. производительный; ант. экстенсивный) тухăçлă; интенсивное сельское хозяйство тухăçлă ял хуçалăхĕ

исключительный

1. прил. (син. необыкновенный, чрезвычайный) питĕ лайăх, питĕ вăйлă; продукция исключительного качества питĕ паха продукци
2. исключительно нареч. (син. особенно, необыкновенно) çав тери, калама çук; он исключительно одарённый человек вăл çав тери пултаруллă çын
3. исключительно частица (син. лишь, только) кăна, çеç; мы думаем исключительно о подготовке к экзаменам эпир халĕ экзаменсене хатĕрленесси çинчен кăна шухăшлатпăр

исполинский

прил. (син. богатырский, гигантский)
улăп -ĕ; улăпла; пысăк, капмар, вăйлă; исполинская сила улăпла вăй; исполинские замыслы акăш-макăш пысăк тĕллевсем

капитальный

прил., капитально нареч.
тĕп; тĕпрен, вăйлă; капитальный ремонт дома çурта тĕпрен юсани ♦ капитальные вложения ĕçе укçа-тенкĕ хывни

королева

сущ.жен.
1. король арăмĕ, король майри
2. королева, хĕрарăм король; королева Дании Дани королеви
3. (син. ферзь) майра патша (шахматра — чи вăйлă кĕлетке) ♦ королева спорта çăмăл атлетика; королева красоты илем патши (илемлĕ хĕрсен конкурсĕнче çĕнтерекен)

крепкий

прил., крепко нареч.
1. (син. прочный; ант. непрочный) çирĕп, тăн-тăн, хытă, питĕ; крепкий орех хытă мăйăр; крепкий забор çирĕп хӳме
2. (син. сильный, здоровый; ант. слабый) тĕреклĕ, патвар, вăйлă; крепкий человек тĕреклĕ сын
3. хăватлă, хаяр; крепкое вино хаяр эрех; крепкий мороз шартлама сивĕ ♦ крепкий кофе çăра кофе; крепко спать тарăн ыйха пут; крепко любить хытă юрат; крепкий караул шанчăклă хурал

крупный

прил. (ант. мелкий), крупно нареч.
1. шултра, пысăк; крупный картофель шултра çĕр улми; крупный рогатый скот мăйракаллă шултра вылъăх
2. (син. мощный) пысăк, вăйлă; крупное хозяйство пысăк хуçалăх
3. (син. значительный) пысăк, паллă, сумлă; крупный писатель паллă çыравçă

ливень

сущ.муж.
шалкăм çумăр, вăйлă çумăр

максимальный

прил. (ант. минимальный), максимально нареч.
чи пысăк, чи вăйлă; чи нумай; максимальный заработок чи пысăк ĕç укçи; мороз достигнет максимально тридцати градусов сивĕ чи нумай вăтăр градуса çитет

маяк

сущ.муж.
маяк (карапсене çул кăтартакан вăйлă çуткăç); морской маяк тинĕс маякĕ

могучий

прил. (син. мощный, сильный)
вăйлă, хăватлă, хевтеллĕ, патвар; могучий богатырь хăватлă улăп

мощный

прил. (син. могучий), мощно нареч.
хăватлă, вăйлă; мощный трактор хăватлă трактор

обильный

прил. (ант. скудный, недостаточный), обильно нареч.
илпек, тулăх, пуян, ытлă-çитлĕ; обильный урожай вăйлă тыр-пул; прошли обильные дожди çумăр ытлă-çитлă çурĕ

освещение

сущ.сред.
1. çутă, çутату; çутатни, çутă пани; яркое освещение вăйлă çутă; провести в дома электрическое освещение çуртсене электричество çути кĕрт
2. (син. разъяснение, истолкование) ăнлантару; уçса пани, çутатса пани; газеты дают широкое освещение событий в стране хаçатсем çĕршыври ĕçсене анлăн çутатса параççĕ

позиция

сущ.жен.
1. позици, вырăн (çарсем çапăçма йышăнни); передовые позиции малти позицисем; прорвать вражеские позиции тăшман позицийĕсене çĕмĕрсе кĕр
2. тăрăм; конь занимает сильную позицию лаша тăрăмĕ вăйлă (шахмат вăййинче)
3. (син. мнение) шухăш; отстаивать свои позиции харпăр шухăшĕсене хӳтĕле

прожектор

сущ.муж.
прожектор (вăйлă хунар); осветить прожектором прожекторпа çутат

резкий

прил., резко нареч.
1. (син. сильный) вичкĕн, вăйлă, хытă; резкий ветер вичкĕн çил
2. (син. внезапный) сасартăк, тăрук, хăвăрт; погода резко изменилась çанталăк тăрук улшăнчĕ
3. (син. чёткий) уçăмлă, курăмлă; резкие линии уçăмлă йĕрсем
4. (син. прямой, острый) тӳрĕ, кăра, хивре, хытă; выступить с резкой критикой хытă тиркесе калаç

самый

местоим.
1. употр. для уточнения шăп, шăпах, шăп та шай; на этом самом месте шăпах çак вырăнта
2. при обозначении предельной степени чего-либо чăн, чи, мĕн, шăпах; самый сильный чи вăйлă; с самого детства мĕн ачаранпах ♦ самое время шăп вăхăтлă; в самом деле чăнах та; на самом деле чăннипе, тĕрĕссипе; в самый раз шăп та шай

свет

1. сущ.муж.
çутă; яркий свет вăйлă çутă; при свете луны уйăх çутипе; зажечь свет çутă çут ♦ ни свет ни заря, чуть свет тул çутăлнă-çутăлман; бросить свет на что ăнлантарса пар

сильный

прил. (ант. слабый), сильно нареч.
1. вăйлă, хăватлă, вăй-халлă; сильный парень вăйлă каччă; сильная армия хăватлă çар
2. пысăк, вирлĕ, вăйлă; сильный ветер вичкĕн сил; сильное горе пысăк хуйхă
3. çирĕп, хастар, хевтеллĕ; сильный характер çирĕп кăмăл

смертельный

прил., смертельно нареч.
1. вилĕм -ĕ; вилĕмле, вилмелле; боец смертельно ранен салтак вилмеллех аманнă
2. хаяр, хăрушă; смертельная ненависть чĕререн курайманни
3. (син. чрезвычажшй) вăйлă; чăтма çук, çав тери; я смертельно устал эпĕ çав тери ывăнтăм

страшный

прил., страшно нареч.
1. хăрушă, шиклĕ; хăратакан, шиклентерекен; нам не страшны трудности эпир йывăрлăхсенчен хăрамастпăр
2. (син. сильный) акăш-макăш, вăйлă; çав тери; страшный дождь вăйлă çумăр; я страшно испугался эпĕ çав тери хăраса кайрăм

твёрдый

прил., твёрдо нареч.
1. (ант. мягкий) хытă; çирĕп, пиçĕ; твёрдый грунт хытă тăпра; твёрдые сплавы çирĕп шăранчăксем (металсем)
2. (син. устойчивый) çирĕп, тăтăрхаллă, улшăнман; твёрдые цены улшăнман хаксем
3. (син. решительный) çирĕп, вăйлă; твёрдый характер çирĕп кăмăл ♦ твёрдые согласные звуки хытă хупă сасăсем; твёрдый знак хытăлăх палли (ъ)

ферзь

сущ.муж. (син. королева)
ферзь (шахмат вăййинчи пур еннелле те куçма пултаракан чи вăйлă кĕлетке)

физический

прил., физически нареч.
1. физика -ĕ; физические законы физика саккунĕсем
2. (син. телесный, ант. умственный) ӳт-пӳ -ĕ; пӳ-си -ĕ; вăй-хал -ĕ; физический труд вай-хал ĕçлевĕ; он физически очень крепок унăн ӳт-пĕвĕ питĕ вăйлă

хорошенько

нареч.
лайăххăн, лайăх кăна, вăйлă, хытă; мы хорошенько поели перед дорогой çула тухас умĕн эпир лайăх кăна çирĕмĕр

хоть

1. союз уступительный пулин те, пулсан та, -сан та, -сен те; Петя сильный, хоть и невелик ростом Петя пысăк мар пулсан та вăйлă; Хоть убей, не понимаю Вĕлерсен те ăнланмастăп
2. частица усилительная (син. даже): хоть сейчас халь тесен халь; хоть куда кирек ăçта; ему хоть бы что вăл хăнк та тумасть

цветущий

прил.
1. чечеклĕ, чечек кăларан; цветущие растения чечеклĕ ӳсен-тăран
2. сывă, вăйлă, çирĕп, чечекленекен; цветущее здоровье çирĕп сывлăх; цветущая республика чечекленекен республика

центр

сущ.муж.
1. (син. середина) варă, варри, вăта тĕл; центр окружности çавракăш варри; в центре города хула варринче
2. тĕп (вăйлă аталаннă хула, район) промышленный центр промышленность тĕпĕ; областной центр область тĕп хули
3. центр (учреждени, орган); торговый центр суту-илӳ центрĕ; кардиологический центр чĕре чирĕсене сиплекен центр; телевизионный центр телевидени центрĕ

чувствительный

прил., чувствительно нареч.
1. туйăмлă, сисĕмлĕ; сисĕм-туйăм -ĕ; чувствительный прибор туйăмлă хатĕр; чувствительные клетки тела ӳтĕн сисĕм-туйăм клеткисем
2. (син. значительный) пысăк, вăйлă, самай, палăрмалла; чувствительные расходы самай пысăк тăкак
3. (син. нежный; ант. грубый, бесчувственный) ачаш, çепĕç, çемçе кăмăлла; чувствительная девушка çемçе кăмăлла хĕр

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

абажур

абажур (çутă тĕрлĕ еннелле сапаланса каясран хупламалли, вăйлă çутă пайăркисем тӳрех куç çине ӳксе шартарса ярасран хӳтĕлемелли, лампа калпакки).

адский

1. тамăкри пек; 2. пит вăйлă, чăтма çук; адская жара чăтма çук вĕри.

апогей

м н. н е т апогей 1. апогей (уйăх орбитин çĕртен чи инçетри вырăнĕ); 2. чи вăйлă тапхăр, чи çӳллĕ пусăм; его талант достиг апогея унăн таланчĕ питĕ вăйланса çитрĕ.

атлет

атлет (спорт тĕлĕшпе ĕçлекен çирĕп шăмшаклă çын; пит вăйлă çын).

вершина

1. тăрă, тӳпе; 2. перен. чи вăйлă аталанса çитни, чи çӳлти шай; это произведение — вершина творчества поэта ку поэтăн чи лайăх, чи паха произведенийĕ.

тирада

тирада (1. пьесăра хавхаланса пĕччен аламалли вăйлă вырăн; 2. сăввăн пĕр абзацран тепĕр абзаца çити илнĕ татăкĕ).

титанический

титанла, шутсăр вăйлă, питĕ пысăк.

трагедия

трагеди (1. герой мĕн пирки те пулин пит вăйлă кĕрешсе вилнине сăнласа кăтартакан дрăмăллă произведени; 2. инкек, питĕ хăрушă, ăшчике хумхатса яракан тискер ĕç).

трепет

мн. нет 1. чĕтрени, чĕтресе тăни; трепет листвы çулçăсем чĕтренсе тăни; 2. вăйлă хумханни, кăртлатни; трепет сердца чĕре кăртлатни, вăйлă хумханни; чĕтренсе тăни; стрепетом чĕтресе.

циклон

циклон, вăйлă çил-тăвăл, питĕ вăйлă çавраçил.

фара

фара (автомобиль е пăравус пуçĕнчи вăйлă çутатакан хунар).

ужасный

1. ытла та хăрушă, питĕ хăрамалла, сехре хăпмалла, тискер, усал; 2. питĕ, ытла та; ужасный ветер ытла та вăйлă (усал) çил.

ураган

питĕ вăйлă çил-тăвăл, вăйлă çавраçил.

усиленный

вирлĕ, тĕреклĕ, вăйлă, вăйлатнă, çине тăрса тунă; усиленное питание ытларах (лайăхрах) апат çини; усиленная просьба çине тăрса ыйтни, йăлăнса ыйтни; усиленное строительство вăйлă строительство.

бурлить

, -лю, -лишь несов. палкаса тух, вăйлă вĕре, вирлĕ хумхан, кĕрле, тулаш.

бурный

1. тăвăлла; 2. авăк, хаяр, вăйлă (çил).

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

упăте

обезьяна — simius [сĕт çиекенсен йăхĕнчи чи вăйлă аталаннă чĕрчун]; мĕкĕрекен упăте ревун — alouatta

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

вăйлă

көчле, дәрманлы

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

гарантия

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

интенсивный

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

колониализм

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

однополюсность

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Çавăн пекех пăхăр:

вăйкăн вăйкăнтар вăйкăт вăйкăш « вăйлă » вăйлăлан вăйлăлат вăйлăн вăйламас вăйлан

вăйлă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org