Шырав: вăкăр кукăр кучĕ

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ака

3. уст.
борозда
ака туса тух — провести борозду
Пирĕн йысна суккăр, аки кукăр. — погов. Наш зять подслеповат, борозду при пашне оставляет кривую.

алă


алли йывăр — у него тяжелая рука
алли çăмăл — у него легкая рука
алли кĕске — руки коротки (сделать что-л.)
алли кукăр — нечист на руку, вороват (букв. у него рука кривая)
алли пырни — каждый, кому не лень
алă май — подходящий момент, удбоный случай
ал майлă — подходящий, сподручный прост.

алă мар
1) некстати
пире унта кайма алă мар — нам некстати туда идти
2) не подходит
несподручно прост.
ку пире алă мар — это нам не подходит

алă çаврăнăшĕ
1) досуг
алă çаврăнăшĕпе туса пар-ха — сделай-ка это на досуге
2) сноровка
унăн алă çаврăнăшĕ çук-ха — у него еще нет сноровки

ал çемми ĕç — посильная работа
алă тулли — милый, хороший, ненаглядный (о ребенке — букв. заполняющий руки)
алă тымарĕ —  пульс
алă хушши — обсевок (оставшееся незасеянным место при ручном севе)
алă кĕçĕтет — руки чешутся
алă пус — подписаться, поставить подпись
алă сул — махнуть рукой на что-л.
алă çап — ударить по рукам, заключить сделку
алă çĕкле — поднять руку на кого-что-л.
кам çине аллуна çĕклетĕн эсĕ? — ты на кого поднимаешь руку?

алă çĕкленмест — рука не поднимается на кого-что-л.
алă çитмест — руки не доходят (сделать что-л.)
алла варала — пачкать руки
алла пăх — прийтись ко двору
вăл аллине усрĕ — у него опустились руки
алла усса лар — сидеть сложа руки
алла ӳкер — залучить кого-что-л., овладеть кем-чем-л.

алă хур
1) ударить кого-л.
2) наложить на себя руки, покончить жизнь самоубийством
3) положить начало чему-л.

алăран кайтăр — с рук долой

ама

материнский
Ама сĕчĕпе кĕменни вăкăр сĕчĕпе кĕрес çук. — посл. То, что не воспринято с молоком матери, не воспримешь с бычьим молоком.

вăйă

игровой
ача вăййи — детская игра
пукане вăййи — игра в куклы
спорт вăййисем — спортивные игры
вăйă юррисем — игровые песни
вăйа хутшăн — включиться в игру
Вăйăран вăкăр тухать. — погов. Баловство до добра не доведет.

вăкăр

бычий, бычачий
ăратлă вăкăр — племенной бык
кайăк вăкăр — дикий бык, тур
кастарнă вăкăр — вол
вăкăр тирĕ — бычья шкура
вăкăр пек ĕçле — работать как вол
вăкăр пек пăх — набычиться, смотреть злобно, сердито
Аçтăрханта вăкăр пĕр укçа, киле çитиччен пин укçана çитет. — посл. В Астрахани бычок стоит денежку, а с привозом обойдется в тысячу денежек. (соотв. За морем телушка полушка, да рубль перевоз).

йăхлăх

на племя
на развод

йăхлăх ăйăр — жеребец-производитель
йăхлăх вăкăр — племенной бык
йăхлăха путек туян — купить ягненка на племя
йăхлăх хăвар — оставить на развод

йĕр

3.
линия, черта
хумлă йĕр — волнистая черта
кукăр-макăр йĕр — зигзагообразная, ломаная линия
йĕр турт — провести линию
йĕр туртса тух — расчертить, разлиновать

кайăк

дикий (не домашний)
кайăк вăкăр — зубр
кайăк кăвакал — дикая утка
кайăк хурсем — дикие гуси

кас

6.
кастрировать, холостить
вăкăр кас — кастрировать быка
каснă така — холощеный баран

кĕлте

сноп
сĕлĕ кĕлти — овсяной сноп
ыраш кĕлти — ржаной сноп
кĕлте кучĕ — комель снопа
кĕлте сенĕке — вилы для подачи снопов
кĕлте çыххи — свясло
кĕлте урапи — рыдван, сноповозка  
кĕлтепе вит — крыть снопами (напр. сарай)
кĕлте кӳр — возить снопы
кĕлте çых — вязать снопы
Кĕлти кĕрет — тырри юлать, арпи вĕçет — улăмĕ юлать. — загадка Снопы вбирает—зерна остаются, полова улетает — солома остается. (Молотилка).

кукăр

криво
кукăр вĕçлĕ патак — палка с изогнутым концом
кукăр ураллă — кривоногий
çул кукăрĕ — поворот дороги
çырма кукрисем — извилины оврага
шыв кукри — излучина, изгиб реки

кукăр

2.
окольный, дальний
кукăр çул — окольный, кружный путь
Кукăр каякан телей тупнă, тӳрĕ каякан нуша тупнă. — посл. Идущий окольным путем нашел счастье, идущий напрямик — на нужду напоролся. (соотв. Тише едешь — дальше будешь).

кукăр-какăр

криво
кукăр-какăр йывăçсем — искривленные деревья

кукăр-макăр

криво, косо, вкривь и вкось
кукăр-макăр йĕр — ломаная линия, зигзаг
кукăр-макăр йывăç — искривленное дерево
кукăр-макăр çул — извилистая дорога
шыв кукăр-макăр юхать — речка течет, делая множество извилин
Кукăр-макăр турат пур, турат çинче кукăль пур, кукăль ăшĕнче çăмарта пур. (Пăрçа). — загадка Весь изогнутый сучок, на сучке пирожок, в пирожке яички. (Горох).

кукăр-макăр

2. перен.
увертки, отговорки, ухищрения
эсĕ кукăр-макăрна пăрах — ты брось свой увертки

куп-кукăр

сильно искривленный, кривой-прекривой
турат куп-кукăр — ветка вся искривлена

кут

2.
основание
подножие

сăрт кучĕ — подножие горы

кут

3.
комель, ствол (дерева)
корень, донце
йывăç кучĕ — комель дерева
сухан кучĕ — донце луковицы

ластак

кудрявый, развесистый, густолиственный
Ашшĕ тӳрĕ, амăшĕ кукăр, хĕрĕ ластак, ывăлĕ пуçтах. (Хăмла: шалчи, аври, çулçи, пуçĕ). — загадка отец прямой, мать кривая, дочь кудрявая, а сын отчаянный. (Хмель: шест, стебель, листья, шишки).

мăран

1.
вялый, малоподвижный, медлительный, неповоротливый
вăкăр пек мăран — медлителен как вол

парабола

геом.
парабола (сыпăнман кукăр йĕрсен пĕр тĕсĕ)

пуç

9.
конец, оконечность, край
вăрман пуçĕ — конец леса
пĕрене пуçĕ — конец бревна
ял пуçĕ — край деревни
Пĕр пуçĕ çăка, тепĕр пуçĕ юман, варринче вăкăр. (Тăпачă). — загадка На одном конце липа, на другом — дуб, а посредине — бычок. (Цеп).  

пушмак


пушмак вăкăр
— двухгодовалый бычок
пушмак пăру (тына)  — двухгодовалый теленок, телка по второму году

пӳрне

пальцевой
пуç пӳрне — большой палец
шĕвĕр пӳрне — указательный палец
вата пӳрне — средний пăлец
ятсăр пӳрне — безымянный пăлец
кача пӳрне — мизинец
алă пӳрнисем — пальцы рук
ура пӳрнисем — пальцы ног
пӳрне вĕçĕсем — кончики пальцев
пӳрне пакарти — подушечка пальца
пӳрнепе юна — погрозить пальцем
пӳрнери çĕрĕ — кольцо на пальце
пӳрне хуçса шутла — считать, загибая пальцы
Патӳк пиччен пӳрни кукăр. — загадка У дяди Падюка палец кривой. (Шĕшлĕ). (Кочедык, лапотное шило).

пысăк

1.
большой, крупный, огромный (по размерам)
пысăк завод — большой завод
питĕ пысăк çурт — огромный дом
пысăк упа — громадный медведь
пысăк хула — большой город
вăл санран пысăкрах — он больше тебя
пысăк саспаллинчен пуçласа çыр — писать с большой буквы
Йыттăн хӳри кукăр, вăррăн куçĕ пысăк. — посл. У собаки хвост кривой, у вора глаза велики.

сĕт

молочный
ăшă сĕт — парное молоко
ăшă сĕт — теплое молоко
тин сунă сĕт — парное молоко
вĕретмен сĕт — сырое молоко
вĕретнĕ сĕт — кипяченое молоко
качака сĕчĕ — козье молоко
кăкăр сĕчĕ — грудное молоко
çăратнă сĕт — сгущенное молоко
хăймасăр сĕт — снятое молоко
сĕт апачĕ — молочное, молочная пища
сĕт витри — подойник
сĕт савăчĕ — молокозавод
сĕт парĕсем — молочные железы
сĕт продукчĕсем — молочные продукты
сĕт савăчĕ — посуда для молока, молочник
сĕт çулăхĕ — жирность молока
сĕт яшки — молочный суп
сĕт йӳçĕхнĕ — молоко прокисло
сĕт кĕвелнĕ — молоко свернулось
сĕт типнĕ — молоко пропало (корова перестала доиться)
ĕне сĕт лайăх антарать — корова хорошо дойтся, дает много молока
ĕнесем сĕт хушаççĕ — надои молока повышаются
сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килмелле пултăр — фольк. пусть дорога туда будет по молоку, а обратно — по маслу (пожелание счастливого пути)
Ама сĕчĕпе кĕменни вăкăр сĕчĕпе кĕрес çук. — посл. То, что не воспринято с молоком матери, с бычьим молоком не воспримется.

сифон

1.
сифон (кукăр пăрăх)

слалом

спорт.
слалом (сăртран йĕлтĕрпе кукăр-макăрсем туса анни)
улăпла слалом — гигантский слалом
слалом трасси — трасса слалома

сӳсмен

хомут
вăкăр сӳсменĕ — ярмо (для быка)
сӳсмен пăявĕ — гужи
лашана сӳсмен тăхăнтар — захомутать коня

ту

II. глаг.

1.
делать
мĕн тăватăн? — что ты делаешь?, чем ты занимаешься?
анализ ту —
1) делать анализы (в лаборатории)
2) анализировать (напр. статью)
йăнăш ту — делать ошибки, ошибаться
сăтăр ту — наносить вред, вредить
суд ту — вершить суд, судить
усал ту — делать, творить зло
ырă ту — делать, творить добро
тума шухăшла — намереваться делать что-л.

туса пĕтер —
1) завершить, кончить делать что-л.
уй-хир ĕçĕсене туса пĕтер — завершить полевые работы
2) понаделать, сделать много чего-л.
йăнăшсем туса пĕтер — понаделать ошибок

туса пыр —
1) прийти, сделав что-л. предварительно
шкула сапатсем туса пыр — явиться в школу, приготовив уроки
2) делать что-л. регулярно, систематически, постоянно
сăнавсене куллен туса пыр — регулярно вести наблюдения

туса çитер —
1) завершать, доделывать, доканчивать
2) успевать делать что-л.

туса тултар — понаделать, сделать много чего-л.
кукăль туса тултар — понапечь пирогов

Ут тăвать те вăкăр çиет. — посл. Конь производит, да бык изводит (о расходовании средств, добытых чужим трудом).

Вĕлле хурчĕ пĕччен нумаях пыл тăваймĕ.
посл. Одна пчела много меду не насобириет.

Ĕçне тумасăр ан мухтан — погов. Не сделав дела, не хвались. (соотв. Не говори гоп, пока не перепрыгнешь).

тулхăр

1.
фыркать
Лашасем тулхăраççĕ — лошади фыркают
пăхăр вите, пăхăр витере тимĕр вите, тимĕр витере хĕрлĕ вăкăр мĕкĕрет, тулхăрать, хӳрине тăратать. (Сăмавар). — загадка Медный хлев, а в нем железный хлев, в железном хлеву красный бык, он ревет, фыркает и хвост торчком поднимает. (Самовăр).

тӳрĕ

правдиво, честно
тӳрĕ кăмăл — честность
тӳрĕ кăмăллă çын — честный человек
тӳрĕ сăмах — правдивые слова, правда
Тӳрĕпе кукăр килĕштереймеççĕ. — посл. Правда и кривда не живут в мире.
Ĕçне пĕл, тӳррине ан ман. — погов. Знай дело, да и правду не забывай.

ураллă

1.
с какими-л. ногами
-ногий

кĕске ураллă çын — коротконогий человек, коротышка
кукăр ураллă — кривоногий
сакăл ураллă лаша — лошадь в чулках

хорда

1. мат.
хорда (кукăр йĕрĕн, пĕккĕн икĕ точкине пĕрлештерекен тӳрĕ йĕр)

хуçалăх

3.
хозяйство
вăрман хуçалăхĕ — лесное хозяйство
вĕренӳ хуçалăхĕ — учебное хозяйство
пĕрлешӳллĕ хуçалăх — коллективное хозяйство
пĕччен хуçалăх — индивидуальное хозяйство
сунар хуçалăхĕ — охотничье хозяйство
хушма хуçалăх — подсобное хозяйство
хуçалăх тыт — вести хозяйство
Хуçалăхра кукăр пăта та кирлĕ пулать. — погов. В хозяйстве и кривой гвоздь сгодится.

шăнăр

1.
жила, связка, сухожилие
алă шăнăрĕсем — сухожилия рук
вăкăр шăнăрĕ — бычья жила
çурăм шăнăрĕ — анат. хорда
çыхă шăнăрĕ — анат. связка
чĕркуççи шăнăрĕсем — поджилки, коленные сухожилия
шăнăр тăсăлни — растяжение связок
ура шăнăрĕ туртса лартрĕ — ногу свело судорогой
шăнăр туртни — 1) судорога, корчи 2) конвульсия

ӳрхи

диал.
ленивый
ӳрхи вăкăр — ленивый вол

çамрăк

2.
молодой, юный (по возрасту)
çамрăк ача — подросток
çамрăк вăкăр — молодой бычок
çамрăк йывăç — молодое дерево
çамрăк натуралист — юный натуралист
вăл манран çамрăкрах — он моложе меня
эсĕ мана вĕрентме çамрăк-ха! — молод ты еще меня учить!

çемĕн

4.
на каждом
в каждом

ял çемĕн йăли-йĕрки — в каждой деревне свои обычаи
Атăл кукри аллă кукăр, кукри çемĕн вĕт хăва — фольк. Волга течет, делая пятьдесят изгибов, и на каждом — мелкий ивняк

ăратлă

племенной, породистый, породный
ăратлă ăйăр — племенной жеребец
ăратлă вăкăр — племенной бык
таса ăратлă выльăх ферми — ферма высокопородного скота
ăратлă лаша ĕрчет — разводить породистых лошадей
çĕнĕ ăратлă выльăх ӳстерсе кăлар — вывести новую породу скота

вăкăр


вăкăр пуç — медовый цвет, клевер (дикий)
вăкăр хӳридиал. подорожник

кукăр


алли кукăр — не чист на руку (букв. у него кривые руки)

хăмăт

хомут
ярмо

вăкăр хамăчĕ — ярмо
йывăç хамăт — ярмо
хăмăт клещи — клешни хомута
хăмăт кĕççи — подхомутник, хомутина
хăмăт пăявĕ — гужи
хăмăт пĕвенĕ — хомутина
хăмăт йĕппи — толстая иголка (для шитья хомутов)
хăмăт тăхăнман лаша — лошадь, не побывавшая в упряжке
лашана хăмăт тивнĕ — лошадь натерла шею хомутом
Май пулсан хăмăт тупăнать. — посл. Была бы шея, хомут найдется.

кастар

12.
кастрировать, холостить (животных)
вăкăр кастар — холостить быка
кастарнă ăйăр — мерин
кастарнă така — валух, кастрированный баран

кукăр-макăр


кăмака кукăр-макăрĕ
— оборот дымохода в печи

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

автан

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) вуннăмĕшĕ. Вьетнам, Китай, Япони, ... ытти хăш-пĕр çĕршывсен календарĕнче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă. Çав ятсем 12 çулхи çаврăмпа ылмашăнса пыраççĕ. Вĕсем çаксем, 1. Йĕкехӳре (Шăши). 2. Ĕне (Вăкăр). 3. Тигр. 4. Куян (Кролик). 5. Аç-таха. 6. Çĕлен. 7. Лаша. 8.Сурăх (Така). 9. Упăте. 10. Автан (Чăх). 11. Йытă. 12. Сысна (Кабан). КЯ, 15.05.1988, 4 с. Шухăшлавçăсем, ăсчахçăсем Автан çулĕнче çуралаççĕ. ЯБ, 1990, 1 /, 62 с. — Автан çулне кĕр (Х-р, 22.03.1993, 4 с.; ÇХ,1998, 1 /, 5 с.). 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Автан çулĕнче) çуралнă çын. Автана кăçал ĕмĕтсем татăлни кулянтарма пултарать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автансем ... çĕнĕ çула та асăрхануллăн йышăнаççĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Автан çитес çул чылай лăпкăрах тата ирĕклĕрех пурăнма пултарать. ÇХ,1999, 49 /, 8 с. — Автан-хĕрарăмсем, Автан-арçынсем (Х-р, 31.12.1992, 3 с.). 3. П.п., калаç. Ирĕлтернĕ сахăртан ачасене ĕмме хатĕрлекен пылак çимĕç. П.Большаков хăйĕн килĕнче пылак автансен «инкубаторне» уçнă. К-н, 1966, 9 /, 12 с. Сахăртан тунă «автан». Х-р, 20.01.1994. 4. П.п., калаç. Чупкăн арçын; хĕрарăм кĕтӳççи, ĕревĕç. Пĕлтĕр мана «автан» тесе чĕнетчĕç. Çук, Автан çулĕнче çуралнăран мар, чиперккесене час-час улăштарнăран. ÇХ, 1998, 42 /, 10 с. Çав мехелпех пуçлас пуль сăмаха... Каçтака мар, автан шырамалла. ТА, 1998, 1 /, 36 с.

аçтаха

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран пиллĕкмĕшĕ. Кăçалхи çул Аçтаха çулталăкĕ шутланать. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Аçтаха паллипе çуралнисем тарап (кутăн) кăмăллă та кăра, анчах ĕçчен, пултаруллă. ЯБ, 1990, 1 /, 64 с. Мĕскĕн Кролик çулне асар-писер Аçтаха ылмаштарать. ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Аçтаха çулĕнче) çуралнă çын. Кăçал телейАçтаха аллинче. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автанăн чи лайăх тусĕсем е мăшăрĕсем, Вăкăр, Çĕлен, Аçтаха. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Аçтахасен ... пĕрремĕш вырăнта ĕç тата ӳсĕм картлашки. ÇХ, 2003, 2 /, 5 с.

аташу

п.п. Айкашу, алхасу, ашкăну, иртĕхӳ. Каллех ĕнтсе ямалли выляв, чӳхенӳ, аташу. В.Эктел, 1996, 43 с. Вăйăран вăкăр тухать тенешекел, çамрăксен аташăвĕ ырăпа вĕçленмен. ÇХ, 1998, 13 /, 3 с.

вăкăр

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран иккĕмĕшĕ. Хĕвелтухăç гороскопĕпе Çĕнĕ çулВутлă Вăкăр çулĕнарăс уйăхĕн 7-мĕ-шĕнче ... пуçланать. Х-р, 5.02.1997, 4 с. Акă ĕнтĕ «Вăкăрпа» сывпуллашма, «Тигра» хапăл тума вăхăт. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Вăкăр-арçынсемшĕн хĕрарăмсемпе хутшăнасси [Качака çулĕнче] çăмăлах мар, мĕншĕн тесен хăнăхнă йĕркесенчен пăрăнма тивет. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Вăкăр çитес çул темиçе хутчен те йывăр лару-тăрăва лекет. ÇХ, 1999, 49 /. 8 с. Ачасем ... иккĕшĕ те Вăкăр. Х-р, 13.04.2001, 3 с. 3. Ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăрсен ушкăнĕнче чухне (21.IV—21.V) çуралнă çын. Çĕртме уйăхĕнче Вăкăрсенчен чылайăшне Ăнăçу турри хăй хӳттине илет. Х-р, 3.06.1992, 4 с. Вăкăрсене нумайччен пĕр ыйту хумхантарĕ, мĕнле майпа укçа тупас. К-ш, 1998, 7 /, 8 с. Ф.Киркоров Качака çулĕнче çуралнă Вăкăр. ÇХ, 2000, 6 /, 5 с.

каçалăк

п.п. Хутлăх, анлăх, талккăш; область, сфера. Çавăнтанпа вара Василий Филиппович культурăпа çутĕç каçалăкĕнче ĕçлет. С.Шавлы, 1968, 100 с. Тырра халь каçалăкпа вырмаççĕ. Анчах аслă пурнăç уй-хирĕнче кашни çыннăн хăйĕн каçалăкĕ пур. А.Эсхель, 1983, 155 с. Пурнăç нушине çамрăклах хуçалăх ĕçĕн тĕрлĕ каçалăкĕсенче астивнĕ. Я-в, 1995, 9 /, 57 с. Вăкăр умĕнче анлă каçалăк уçăлать, пур пуçару та ăнăçать. Х-р, 11.04.1998, 8 с. — ĕç каçалăкĕ (Хв.Уяр, 1978, 30 с.); проза каçалăкĕ (Ю.Артемьев, 1980, 86 с.); чун каçалăкĕ (А.Емельянов, 1985, 346 с.); литература каçалăкĕ (Э-и, 1992, 11 /, 5 с.; УС, 1999, 46—47 /, 7 с.; С-р, 2002, 40 /, 6 с.); наука каçалăкĕ (Х-р, 24.08.1993, 3 с.); пултарулăх каçалăкĕ (Ç-т, 1999, 1—2 /, 29 с.); кун-çулăмăр каçалăкĕ (А.Смолин, 1999, 40 с.); çырулăх каçалăкĕ (Х-р, 9.01.2002, 4 с.).

кушак

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран (чĕрчунтан) тăваттăмĕшĕ; Кролик. Тухăçри кун тăрăмра (календарьте) çулсене чĕрчунсен ячĕсемпе палăртаççĕ, Йĕкехӳре, Вăкăр, Тигр, Мулкач (Кушак), Аçтаха... ЧС, 1993, 10 кл., 6 с. 1999 çулКушак çулĕ. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с. Гриша, Кушак çулĕнче мĕн кĕтетĕн. ÇХ, 1999, 1 /, 12 с. Кушак çулĕ мĕнпе асра юлчĕ-ха. ÇХ, 1999, 49 /, 3 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Ку-шак çулĕнче) çуралнă çын; Кролик. Кăçал Кушакăн ... кĕвĕçӳ туйăмĕ çĕнĕрен çуралать. Х-р, 13.02.1991, 8 с. Кушаксем ку çула çемье ăшшипе киленсе пăтăрмахсемсĕр ирттерĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Хĕр Кушак ыттисене тунсăхлăхĕпе илĕртет. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с.

мини-ферма

ç.с. Выльăх-чĕрлĕх тытма йĕркеленĕ хушма хуçалăх; пĕчĕк ферма. Шкул çумĕнчи мини-фермăра 4 ĕне, 3 сысна ами, 5 вăкăр тытаççĕ. ÇХ-рĕ, 8.12.1999, 2 с.

пăру

ç.п., астрол. Вăкăр (туп., 3). Пăрăвăн нумай ĕçлеме тивет. Т-ш, 13.02.1991, 7 с. «Сурăх» ... «Пăрусемпе» туслашма пултарать. Ç-т, 1992, 3 /, 30 с.

пирамида

ç.п., куçăм. Укçа хывакансен çĕнĕрен те çĕнĕ йышне илĕртсе явăçтарнипе тытăнса тăракан ултавлă услам тытăмĕ. Эпир халăха улталамалли пирамидăсем тумастпăр. Х-р, 27.07.2001, 2 с. Кукăр алăллисем «пирамидăсем» туса айван халăха улталанине патшалăх лăпкăнах пăхса тăчĕ. Х-р, 18.09.2001, 2 с.

прихватизациле

ç.с.,сивл. 1. Саккуна пăсса, чыс-сăрла хăтланса приватизациле (туп., 1). Çĕр çынна ĕçрен кăларни — предприятие прихватизациленин итогĕ. Х-р, 4.08.1993, 1 с. Вăл профсоюз УАЗне 7 пуспа «прихватизацилесе» хăйĕн гаражне чикнĕ. ÇХ, 1997, 20 /, 2 с. 2. Ют пурлăха ярса ил; вăрла, çарат. Автобуса «прихватиза-циленĕ» [Пуçелĕк]. ХС, 1999, 32 /, 2 с. Пин тенкĕлĕх ытла тавара «прихватизациленĕ»... кукăр алăллисем. К-н, 1999, 4 /, 3 с. Вăл [ĕçлĕ çын] килте çук чухне пĕр пĕлĕшĕ çамрăксемпе каварлашнă, усламçăн пурлăхне «прихватизацилеме» шут тытнă. Х-р, 25.02.2000, 2 с.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вăйă

игра
хоровод

вăйă выля — играть
вăйăран вăкăр тухать теççĕ — говорят, что из игры бык выходит (игра до добра не доводит)
епир вăйă тухсассăн каччă тăма вырăн çук — когда мы выйдем в хоровод, то парням негде бывает стоять

вăкăр

син.: мăкăр
бык
вол

пĕчĕк вăкăр — бычок
кӳлекен вăкăр — вол
Азия çĕрĕнтче пурăнакан вăкăр — буйвол
пĕр вăкăрăн хӳрине хĕрĕх çын туртать — (у) одного быка за хвост 40 человек тянут (дверная скобка)

кукăр

кривой
кукăр çын — сутулый человек
алла кукăр çын — человек, нечистый на руку
йапала кукăри — изгиб

кут

зад; хвост; корен; çарăк кучĕ – хвост репы – плод; кутлă - шлея; кутăн – своенравный, упрямый, вздорный; кутăнлан -вздорить, упрямиться; кутăн чăмнă – задом нырнул; кутăн çын – сычь.

104 стр.

мĕкĕр

реветь, рычать; плакать; вăкăр мĕкĕрет – бык ревет.

116 стр.

пăркала

син.: пăр
вертеть; вращать, крутить; пăркалан - вертеться, вращаться; куражиться; мĕн пăркаланатăн – что куражиться; кучĕ пуçĕсене пăркалаççĕ – вертят головой и задом.

129 стр.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

буйвол

Китай çĕрĕнче пурăнакан пысăк вăкăр. Буйвол (пысăк Китай çĕрĕнче пурăнакан вăкăр) вăйне эпир ак çакăнтан пĕлетпĕр [Çулталăк 1914:33].

мĕкĕр

ĕнĕрле. Шăхчи пăсăлсан вăкăр шăнă чухне ыратнипе пилĕкне авать, шăлне йĕрет, хăш чухне мĕкĕрет (ĕнĕрлет), шăкĕ ирĕксĕр анчах тухать [Сельский 1910:29].

скобка

кукăр патак. Пур вырăнта та пĕлмен сăмахсен çумне тата тепĕр вырăнта калакан сăмахсене кукăр патаксен (скобкăсен) ăшне лартса çырнă [Комиссаров 1918:3].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бык

сущ.муж.
вăкăр; племенной бык ăратлă вăкăр; дикие быки кайăк вăкăрсем ♦ здоров как бык сып-сывă

гнуть

глаг. несов.
1. что (син. искривлять; ант. выпрямлять) ав, авăнтар, кукăрт; гнуть проволоку пралука ав; гнутый гвоздь кукăр пăта
2. кого-что (син. пригибать) ав, тайăлтар, пĕкĕрт; буря гнёт деревья тăвăл йывăçсене авса антарать ♦ гнуть спину на людей çыншăн тертленсе ĕçле; он гнёт своё вăл хăйĕннех перет; гнуть в бараний рог хытă тыткала, пăркăчла

зубр

сущ.муж.
зубр (кайăк вăкăр)

извилистый

прил.
кукăр-макăр, извилистая тропинка кукăр-макăр сукмак

клёст

сущ.муж.
кукăр сăмса (кайăк)

кривой

прил., криво нареч.
1. (син. изогнутый; ант. прямой) кукăр, кукрашка, авмака; кривая ветка кукăр турат; кривой переулок кукрашка тăкăрлăк
2. (син. одноглазый) хăрах куçлă ♦ криво улыбаться ирĕксĕр кулкала, куланçи пул; кривая душа икĕ питлĕ çын; на кривой объехать чавса таршшĕ ларт

лабиринт

сущ.муж.
лабиринт (кукăр-макăр çулсен, урамсен пăтрашуллă системи)

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

явăнчăк

явăнчăк (jавынζ'ык, jавын'цъык), извивающийся.
- Н. И. Полорус. Явăнчăк тĕрĕ анат. (По палке) спускается извилистая нарезка, полоска, узор. Туя йĕри-тавра кукăр-макăр тĕрлесе анаççĕ, ăна çапла калаççĕ.
- N. Явăнчăк йывăç.

|| Ib. „Почти тоже [sic!], что явкаланчăк: питĕ явăнчăк, сăмахăн вĕçне тухаймаç“. Ib. Пĕр май киле-киле, хĕрен пек çаврăнса çӳрекен (с какими-то намерениями) çынна явăнчак теме пултараççĕ.

|| О грязной дороге, когда грязь навивается на колёса.
- Стик. Явăнчăк çул — грязная дорога («грязь не так жидка, чтобы она не приставала к телеге»).

|| Моток лент из мочала, достаточный для тканья одной рогожи.
- Икково. Пĕр явăнчăк корăс чĕртĕм (приготовил). См. явкаланчăк

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

Ями

/Йами/(?), личн. имя женщ. Чув. тексты № 2, 24. Кукăр пилеш айĕнче Ями ятлă хĕр хӳхлĕ. (Йытă сысни).

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

вкось

чалăш, чалăшшăн; вкривь и вкось кукăр-макăр, чалăш-тĕлĕш, урлă-пирлĕ, арăш-пирĕш.

вол

кастарнă вăкăр, ĕç вăкăрĕ.

такса

2. такса, лиска (кукăр ураллă пĕчĕк йытă йăхĕ).

холощёный

кастарнă (вăкăр).

бизон

бизон (Америкăри тискер вăкăр, зубр).

бра

бра (электричество лампочки валли стенă çумне пăрса лартнă турат евĕрлĕ кукăр тимĕр).

буйвол

, -ица буйвол (вăкăр евĕрлĕ выльăх).

бык

I вăкăр.

бычок

, -чка 1. çамрăк вăкăр; 2. Хура тинĕсри вĕтĕ пулă.

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

бантенг

бантенг — bos javanicus [Кăнтар Азире пурăнакан тискер вăкăр]

бизон

бизон — bison bison [Çурçĕр Америкăра пурăнакан шултра тискер вăкăр]

буйвол

буйвол — bubal us [пысăк тискер вăкăр]

вар кукăр

кучĕ см. кукăр кут

вăкăр кукăр кучĕ

см. кукăр кут

гаур

гаур — bos gaurus [Кăнтăр Азире пурăнакан пысăк тискер вăкăр]

зубр

зубр — bos bonasus [Европара пурăнакан пысăк тискер вăкăр]

кручак

кручак — oestrus ovis [сурăхсен пыршинче паразитла пурăнакан кукăр кут хурчĕ]

кукăр сăмса

клест — loxia [тайгара пурăнакан кукăр сăмсаллă хĕрлĕ вĕçен кайăк]

пулă

рыба — pisces [шывра пурăнакан çурăм шăммиллĕ чĕрчун]; вăкăр пуслă пулă бычок-крушак — neogobius melanostomus [тинĕсре пурăнакан вăкăр пуçлă пулă]; вĕçевçĕ пулă летучая рыба — cheilopogon pirinatibarbatus [тинĕсре вĕçсе ишекен пулă]; йĕп пулă игла-рыба — syngnathus typhle [йĕп евĕрлĕ тинĕс пулли]; йĕплĕ пулă колюшка — culaea inconstans [йĕплĕ тинĕс пулли]; йӳçек пулă горчак — rhodeus sericeus [карп йышши пулă]; йытăлла пулă рыба-собака — sphaeroides rubripes [тинĕсре пурăнакан йытă пуçлă пулă]; кăвак пулă синец — abramis ballerus [карп йăхĕнчи кăвак çурăмлă пулă]; пăчкă пулă пила-рыба — pristis pectinatus [пăчкă сăмсаллă скат]; симĕс пулă елец — leuciscus leuciscus [карп йышши пулă]; çĕлен пулă вьюн — misgurnus fossilis [пĕчĕк усиллĕ, çĕлен евĕрлĕ пулă]; çыпçăнчăк пулă уклейка — alburnus alburnus; уйăхла пулă луна-рыба — mola mola [тинĕсре пурăнакан уйăх евĕрлĕ пулă]; хăйăр пулли щиповка — cobitis taenia [çĕлен евĕрлĕ пĕчĕк пулă]; хĕç пулă меч-рыба — xiphias gladius [хĕç евĕрлĕ çӳхе çăткăн тинĕс пулли]; хулăн çамкаллă пулă толстолобик — hypophthalmichthys molitrix; чулай пулли подкаменщик — cottus gobio

солитёр

солитёр — taenia [этем пыршинче пурăнакан хаю евĕрлĕ вăрăм шĕвĕрĕлчен]; вăкăр солитёрĕ бычий солитёр — taenia hynchus saginatus; сысна солитёрĕ свиной солитёр — taenia solium

такалл вăкăр

овцебык — ovibos moschatus [çурçĕрте пурăнакан такапа вăкăр евĕрлĕ кавлекен чĕрчун]

фламинго

фламинго — phoenicopterus [кукăр сăмсаллă, вăрăм ураллă шыв кайăкĕ]; кĕрен фламинго розовый фламинго — phoenicopterus roseus; хĕрлĕ фламинго красный фламинго — phoenicopterus ruber

як

як — bos mutus [Тибет тăвĕсем хушшинче пурăнакан пысăк тискер вăкăр]

Çавăн пекех пăхăр:

вăйсăрлантар вăйсăрлат вăйсăррăн вăкăр « вăкăр кукăр кучĕ » вăкăр пуçлă пулă вăкăр солитёрĕ вăкăрла шапа вăл вăл-ку

вăкăр кукăр кучĕ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org