Шырав: вакă-вĕтĕ

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авăрт

1.
молоть
вĕтĕ авăрт — молоть мелко
тулă авăрт — молоть пшеницу
авăртса хур — намолоть, смолоть
авăртнă пăрăç — молотый перец

асăрхаттару

1.
примечание
асăрхаттарусене вĕтĕ шрифтпа пичетленĕ — примечания напечатаны мелким шрифтом

вак

I. (вакă)

прорубь
вак куçĕ — лунка, прорубь
вак кас — сделать прорубь
Васкакан вакка сикнĕ. — посл. Торопыга угодил в прорубь. (соотв. Поспешишь — людей насмешишь).

вак

II. (вакă)

1.
мелкий

вакă-вĕтĕ

то же, что вак-тĕвек

ватă-вĕтĕ

1.
старые и малые, стар и млад
ĕççинче килте ватă-вĕтĕ анчах юлнă — во время уборки дома остались лишь старые да малые

ватă-вĕтĕ

2.
дряхлые, сгорбленные
ватă-вĕтĕ карчăксем — дряхлые старухи

вăрман

лесной
лесо-

вĕтĕ вăрман — мелколесье
вĕтлĕх вăрман — мелколесье
лартнă вăрман — лесопосадки
пĕчĕк вăрман — перелесок
сĕм вăрман — глухой, дремучий лес
усрав вăрман — заповедный лес
хунав вăрман — поросль
хура вăрман — лиственный лес, чернолесье
хыр вăрманĕ — сосновый лес
хыр-чăрăш вăрманĕ — 1) бор 2) краснолесье
чăрăш вăрманĕ  — ельник
чăтлăх вăрман — лесные дебри, пуща, чаща
вăрман ăсти — лесовод
вăрман вăрри — 1) порубка леса 2) порубщик
вăрман енчисем — лесовики разг., население лесной местности
вăрман ĕçĕ — 1) лесоводство 2) лесной промысел
вăрман ĕçлекен иднустри — лесоперерабатывающая промышленность
вăрман касакан — лесоруб
вăрман кати — опушка леса
вăрман хĕрри — опушка леса
вăрман кăларни — вывоз, вывозка леса
вăрман питомникĕ — лесопитомник
вăрман пушарĕ — лесной пожар
вăрман тăпри — подзол, подзолистая почва
вăрман уçлăхĕ — лесная поляна
вăрман уçланки — лесная поляна
вăрман хатĕрлĕвĕ — лесозаготовки
вăрман хуçалăхĕ — лесное хозяйство
Вăрман — çур тăлăп. — посл. Лес почти заменяет тулуп.
Вăрман пек пуянни çук, уй пек асли çук. — посл. Нет ничего богаче леса, нет ничего просторнее поля.

вĕсхе

моросить
вĕтĕ çумăр вĕсхет — моросит мелкий дождик, падает изморось

вĕт

I. см. вĕтĕ

вĕтĕ

мелко
вĕтĕ чул — галька, гравий
вĕтĕ шатра — сыпь
çĕрулми вĕтĕ пулчĕ — картофель уродился мелкий
аша вĕтĕ тура — мелко крошить мясо

вĕтĕ

2.
маленький
вĕтĕ ача-пăча — малые дети
ватти те вĕтти — старые да малые

вĕтĕ

мелко, часто
вĕтĕ ала — мелкое сито
вĕтĕ тура — частый гребешок
вĕтĕ-вĕтĕ — мельчайший
вĕтĕ çумăр çăвать — идет мелкий дождик

драже

драже (вĕтĕ чăмăр канфет)
витаминлă драже — витаминное драже

дуршлаг

дуршлаг (сăрăхтармалли савăт, вĕтĕ шăтăклă алтăр)

йĕкев

подпилок, напильник, рашпиль
вĕтĕ йĕкев — мелкий напильник
йĕкевпе хăйра — точить напильником

кайăк

5.
насекомое
вĕтĕ кайăк — насекомое

кăтралат

2.
рябить, поднимать зыбь
çил вĕтĕ-вĕтĕ хум кăтралатать — ветерок поднимает зыбь

керамзит

керамзит (вĕтĕ чул евĕр материал)

кипек

1.
шелуха, мякина, охвостье
вĕтĕ кипек — мелкая шелуха
вир кипекки — шелуха проса

микроб

микроб (чи вĕтĕ организм, бактери)

микроорганизм

микроорганизм (чи вĕтĕ организм)
чирлеттерекен микроорганизмсем — болезнетворные микроорганизмы

микротĕнче

микромир (куçа курăнман вĕтĕ япаласем — атомсем, молекулăсем)

партас

язевый
вĕтĕ партас — подъязок, мелкий язь

петит

полигр.
петит (вĕтĕ шрифт)

планктон

планктон (тинĕсри питĕ вĕтĕ чĕрчунсемпе ӳсентăрансем)

пони

пони (вĕтĕ лаша ăрачĕ)
понипе ярăн — кататься на пони

почерк

почерк (см. çыру 5.)
ача почеркĕ — детский почерк
вĕтĕ почерк — мелкий почерк
уçăмсăр çыру — неразборчивый почерк
шултра çырупа çыр — писать крупным почерком

пуçтарăн

1.
собираться, набираться, подбираться, быть собранным, подобранным
вĕтĕ çырла час пуçтарăнмасть — мелкая ягода набирается медленно

редис

редис, редиска (вĕтĕ кăшман)
редис салачĕ — салат из редиски
редис ак — сеять редис

репс

репс (вĕтĕ картлă çирĕп пусма)

сĕреке

бредень
вĕтĕ сĕреке — мелкий бредень
сĕреке куçĕ — ячейка бредня

снеток

снеток (вĕтĕ пулă)

сурăх

овечий
ăратлă сурăх — породистая овца
вĕтĕ çăмлă сурăх — тонкорунная овца
сурăх ашĕ — баранина
сурăх карти — овчарня, кошара
сурăх кĕтĕвĕ — стадо овец, отара
сурăх путекки — ягненок
сурăх çăмĕ — овечья шерсть
сурăх тирĕ — овчина
сурăх ферми — овцеводческая ферма
сурăх ĕрчетекен совхоз — овцеводческий совхоз
Сурăх ылханĕ кашкăра çитмест, теççĕ. — посл. Овечье проклятие на волка не действует.
Суккăр сурăх тĕкме витĕр тĕкет. (Ăса).— загадка Слепая овца бодается сквозь изгородь. (Ткацкий челнок).

тĕпренчĕк

1.
крошка и крошки,
крошево

вĕтĕ тĕпренчĕксем — мелкие крошки
кĕленче тĕпренчĕкĕ — осколки стекла
çăкăр тĕпренчĕкĕ — крошки хлеба
иртенпе çăварта пĕр тĕпренчĕк те пулман — у меня во рту с утра не было ни крошки

тĕрĕ

вышивальный
вĕтĕ тĕрĕ — мелкая вышивка
шултра тĕрĕ — крупная вышивка
тĕрĕ ăсти — вышивальщица, мастерица вышивать
тĕрĕ çиппи — нитки для вышивания
тĕрĕ тĕрле — вышивать, заниматься вышиванием

торф

торфяной
айлăм торфĕ — низинный торф
вĕтĕ торф — торфяная крошка
торф брикечĕ — торфяной брикет, торфобрикет
торф савăчĕ — торфяной завод
торф мăкĕ — торфяной, сфагновый мох
торф предприятийĕ — торфопредприятие
торф шурлăхĕ — торфяное болото
торф касакан — машина торфорез
торф кăлар — разрабатывать, добывать торф
торф кăларакан вырăн — торфоразработки
торфпа ĕçлекен электростанци — торфяная электростанция
кăмакана торфпа хут — топить печь торфом

тура

IV. глаг.

1.
крошить, резать, нарезать на мелкие кусочки, ломтики
какай тура — нарезать мясо
купăста тура — шинковать капусту
сухан тура — мелко резать лук
улăм турамалли машина — соломорезка
вĕтĕ тура — крошить, резать мелко
тураса тултар — накрошить

урюк

урюк (типĕтнĕ вĕтĕ абрикос)

хăйăр

песочный
песчаный

вĕтĕ хăйăр — мелкий песок
хăйăр кĕрчĕсем — дюны
хăйăр перчи — песчинка
хăйăр сехечĕ — песочные часы
хăйăр тĕслĕ пусма — материя песочного цвета
хăйăр чулĕ — песчаник (камень)
хăйăр кăлармалли вырăн — песчаный карьер
сукмака хăйăр сап — посыпать дорожку песком

хурăнлăх

березняк, березник, березовый лес
вĕтĕ хурăнлăх — мелкий березник

хушшăн-хушшăн

то же, что хушăран
хушшăн-хушшăн вĕтĕ çумăр çăвать — изредка моросит мелкий дождик

шăллă

2.
зубчатый, с зубцами
с зубьями

шăллă урала — зубчатое колесо
вĕтĕ шăллă тура — частая расческа (с мелкими зубьями)
тимĕр шăллă сӳре — борона с железными зубьями

шăна

мушиный
вĕтĕ шăна — мелкая муха, мушка
симĕс шăна — мясная муха
хура шăна — муха комнатная
шăна карри — паутина
шăна кăмпи — мухомор
шăна çуначĕ — мушиные крылья
шăна хурчĕ — опарыш, личинка мухи
шăна вĕçсен те илтĕнмелле — слышно, как муха пролетит (очень тихо)

шăтăклă

1.
с отверстиями
в дырах

вĕтĕ шăтăклă лейка — тонкоструйная лейка

шăчăртат

то же, что шачăртат
ура айĕнче вĕтĕ чул шăчăртатать — под ногами шуршит гравий

çăкалăх

собир.
липняк, липовый лес
вĕтĕ çăкалăх — мелкий липняк
çăкалăхра шăпчăк авăтать, сасси каять ял çине — фольк. в липовой роще поет соловей, пение доносится до деревни

çăм

шерстяной, шерстный
шерсто-

вĕтĕ çăм — тонкая шерсть
йăптăх çăм — шерсть-линька
кăчкă (луток) çăмĕ — поярок
кĕрхи çăм — шерсть осенней стрижки
сурăх çăмĕ — овечья шерсть, руно
таптарман çăм — нечесаная шерсть
яшăркка çăму — грубая шерсть
çăм айĕ — подшерсток
çăм алсиш — шерстяные варежки
çăм арманĕ — шерстобойня
çăм витĕм — шерстный покров
çăм кĕнчеле — шерстяное прядево
çăм кĕпе-йĕм — шерстяное белье
çăм костюм — шерстяной костюм
çăм перчи — шерстинка
çăм пусма — шерстяная ткань, шерсть
лавсанлă çăм пусма — шерсть с лавсаном
çăм çиппи — шерстяная пряжа, шерстяные нитки
çăм тала — суконные онучи
çăм тутăр — шерстяной платок
çăм япаласем — шерстяные изделия
çăм арла — прясть шерсть
çăм арлакан хапрăк — шерстопрядильная фабрика
çăм кас — стричь шерсть
çăм ил — стричь шерсть
çăмран çых — вязать из шерсти
çăм тап — бить шерсть
çăм тапакан —шерстобит
çăм таптар — отдавать шерсть в обработку
çăм чав — чесать, чистить шерсть (вручную)
çăм тăк — линять (о животных)

çумăр

дождевой
ливневый

аслатиллĕ çумăр — гроза
вĕтĕ çумăр — мелкий дождь, дождичек
пăрлă çумăр — дождь с градом
уяр çумăр, хĕвел çумăрĕ — дождь в ясную погоду
шалкам çумăр — проливной дождь, ливень
çумăр пĕлĕчĕсем — дождевые тучи
çумăр тумламĕсем — капли дождя
çумăр шывĕ — дождевая вода  
çумăр анать — дождь просачивается сквозь крышу, крыша протекает
çумăр витĕр — ут шагать под дождем
çумăр килет — надвигается дождь
çумăр çăвать — дождь идет
çанталăк çумăра кайрĕ — начались затяжные дождй
çумăр çӳпçерен тăкнă пек çăвать — дождь льет как из ведра

ăвăслăх

осинник, осиновая роща
вĕтĕ ăвăслăх — мелкий осинник
Ăвăслăх витĕр юр çăвать. (Çăнăх аллани). — загадка Сквозь осинник падает снег. (Просеивание муки).

кăшман


вĕтĕ кăшман — редис
йӳç кăшман — редька
сарă (шурă) кăшман — брюква
тутлă кăшман — брюква, столовая свекла

çупах

лещовый
вĕтĕ çупах — лещик, подлещик
тĕтĕмленĕ çупах — копченый лещ
çупах вăлчи — лещовая икра

вĕтĕ


вĕтĕ кăшман — редис
вĕтĕ мăйăр— кедровые орехи
вĕтĕ çупах— подлещик
вĕтĕ шĕвĕрĕлчен — острица
вĕтĕ юн тымарĕ анат. капилляр

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

барбарис

п.с. Хĕрлĕ, вĕтĕ, йӳçек çырлаллă йĕплĕ тĕмĕ. Хăйĕн пахчинче вăл кунта ӳсекен çимĕçсемсĕр пуçне яппун айвине, барбарис, виноград ... ӳстерет. Х-р, 29.10.1996, 1 с. Шăлан çырлипе барбарис тымарĕсенчен хатĕрленĕ, чей пек пиçĕхтернĕ шĕвек ĕçĕр. С-х, 2000, 17 /, 2 с. — ВЧС, 1971, 39 с.; ВЧС, 1951,26 с.

песук

п.в. Хăйăр пек вĕтĕ сахăр; песок. Пĕрин алли янтă песук патне туртăнать. К-н, 1982, 1 /, 3 с. Кĕске хушăрах икĕ михĕ песук, 800 килограмм тырă ĕçлесе илтĕм. Х-р, 17.07.1992, 2 с. 80-мĕш çулсен вĕçĕнче ... пĕр кило песукшăн епле хĕпĕртенĕ. Х-р, 24.01.1996, 3 с. Пĕр литр шыва 80 грамм песук, 50 грамм тăвар ямалла... Ч-х, 1999, 14 /, 8 с. — сахăр песукĕ (Х-р, 22.04.1993, 1 с.; Х-р, 4.08.1993, 1 с.).

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вакла

крошить
разменять

аш вакла — рубить мясо
укçа вакласа пар-ха — разменяйте деньги
ваклама йураман — неразменный
вакла, тура, тӳ, вĕтĕ ăвăрт — молоть

ватă

старый
ватă йуман — старый дуб
ватă çын — старик
ваттисем каланă йумах — пословица
ватăрах йывăç — староватое дерево
пирĕн лаша кӳршĕннинчен кăшт ватăрах — наша лошадь немного старше соседской
ватă-вĕтĕ — старый да малый

вĕтĕ

син.: вак, ăшăх
мелкий
ватти-вĕттипе — все и старые и малые
вĕтĕ мăйăр — кедровый орех
вĕттĕн утать — мелким шагами ходит

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

микроскоп

пит хытă пысăк кăтартакан тĕкĕр; пысăккăн кăтартакан кĕленче. Докторсем çав чир пит вĕтĕ хурт-кăпшанкăсенчен пулать теççĕ; вĕсене куçпа пăхса курас çук, пит хытă пысăк кăтартакан тĕкĕр (микроскоп) витĕр пăхсассăн анчах курăнаççĕ [Чума 1897:21]; Амăш ăшĕнчи тыррăн тымарĕ те, аври те, çулçи те пур. Анчах вĕсем пит пĕчĕкçĕ: пысăккăн кăтартакан кĕленчесĕр вĕсене курас та çук [Золотарев 1908:9].

нафталин

тумтирсене кĕве çиесрен сапакан япала. Нафталин (тумтирсене кĕве çиесрен сапакан япала) икĕ тĕрлĕ: пĕр тĕрли шурă, вĕтĕ тăвар майлă, тепĕр тĕрли патак татки пек [Сергеев 1907:28].

четвĕрт

пĕр чăпта. … вĕтĕ пĕрчĕллĕ вăрлăхĕ пĕр четвĕрчĕ 8 пăт та 23 кĕрепенке анчах туртнă. (Четвĕрт вăл пĕр чăпта) [Каким 1911:3].

явăç

ер. Вĕсем ерессе те йывăçа симĕс вĕтĕ пыйтă ерсен анчах явăçаççĕ (ереççĕ) [Яблонная 1915:3].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

гравий

сущ.муж.
вĕтĕ чул, вак чул, шак чул; дорога покрыта гравием çул çине шак чул сарнă

драже

сущ.нескл.сред.
драже (вĕтĕ çаврака канфет е пылак эмел); витаминные драже витаминлă драже

дробь

1. сущ.жен.
йĕтре (пăшалтан пемелли); мелкая дробь вĕтĕ йĕтре

изморось

сущ.жен.
йĕпхӳ, йăсканчăк, вĕтĕ çумăр; идёт изморось йĕпхӳ çăвать

килька

сущ.жен.
килька (вĕтĕ пулă); килька пряного посола техĕмлетсе тăварланă килька

крупа

сущ.жен.
1. кĕрпе; пшённая крупа вир кĕрпи; ячневая крупа урпа кĕрпи
2. кĕрпе (вĕтĕ юр); падает крупа кĕрпе çăвать

мелкий

прил., мелко нареч.
1. (ант. крупный) вĕтĕ, вакă, вак; мелкий песок вĕтĕ хăйăр; мелкие деньги вак укçа; картофель нынче мелок çĕр улми кăçал вĕтĕ
2. (ант. крупный, мощный) пĕчĕк, вакă, вăйсăр; мелкие фирмы пĕчĕк фирмăсем; мелкие производители вак производительсем
3. (ант. глубокий) ăшăх; мелкий пруд ăшăх пĕве ♦ мелкий рогатый скот сурăх-качака; мелкий чиновник пĕчĕк ĕçри тӳре; мелкий ремонт кăшт-кашт юсани; он мелко плавает унăн хевти сахал; мелкая душонка пархатарсăр чун

микроб

сущ.муж.
микроб (чи вĕтĕ организм); болезнетворные микробы чир ертекен микробсем

микроскоп

сущ.муж.
микроскоп (питĕ вĕтĕ япаласене пысăклатса кăтартакан хатĕр); электронный микроскоп электронлă микроскоп; наблюдать в микроскоп микроскоппа сăна

окунь

сущ.муж., множ. окуни
уланкă; морской окунь тинĕс уланки; ловить окуня на малька уланка вĕтĕ пулăпа тыт

пескарь

сущ.муж.
ырăш пăтри (вĕтĕ пулă)

песок

сущ.муж.
1. хăйăр; речной песок юхан шыв хăйăрĕ
2. пессук; сахарный песок сахăр пессукĕ, вĕтĕ сахăр

сито

сущ.сред.
ала, вĕтĕ ала (çăнăх алламалли)

тёрн

сущ.муж.
кӳкен (вĕтĕ слива евĕр çимĕç)

уклейка

сущ.жен.
шыв çи (вĕтĕ пулă)

фрикадельки

сущ.множ.; един. Фрикаделька
фрикаделька (вĕтетнĕ ашран тунă вĕтĕ çăмах евĕр çимĕç); суп с фрикадельками фрикаделька яшки

цвести

глаг., 1 и 2 л. не употр.
çурăл, чечеклен, чечеке лар, çеçкене лар; черёмуха цветёт çĕмĕрт çеçки çурăлнă, çĕмĕрт çеçкене ларнă ♦ он цветёт здоровьем вăл сып-сывă; вода в пруду цветёт пĕвери шыв симĕсленет (вĕтĕ ӳсен-тăран ĕрченипе)

частица

1. сущ.жен.
пĕрчĕк, пай, тĕпренчĕк; мельчайшие частицы металла металăн питĕ вĕтĕ пайĕсем

частый

прил. (ант. редкий), часто нареч.
1. (син. плотный, густой) тачă, йăвă, çăтă; чăтлăх; частая изгородь çăтă карта; частые заросли чăтлăх вăрман; частый гребень вĕтĕ тура
2. (син. близкий; ант. далёкий) çывăх, тăтăш; селения расположены часто ялсем пĕр-пĕринчен çывăх лараççĕ
3. (син. быстрый) хăвăрт, час-час; çине-çине; пульс у больного частый чирлĕ çыннăн юнĕ хăвăрт тапать; мы часто встречаемся эпир час-часах тĕл пулатпăр

чешуя

сущ.жен.
хупă, вĕтĕ хупă (чĕр чунсен, ӳсен-тăрансен); рыбья чешуя пулă хуппи; чешуя ящерицы калта хуппи

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

самай

самый (русск.). Шемшер. † Ирпе тăтăм, пите çурăм, турра пуççапрăм, карăм вăрмана, тарăн çырмана, татрăм çырлине самай хĕрлине, илтĕм арăмне самай хитрине. || Довольно много, порядочно. ТХКА. Шăллăм çырма-вулама самаях вĕреннĕччĕ. Ск. и пред. 107. Хĕвел хыççăн куçакан уйăх самай çĕкленсен, тухать вĕçме вĕри-çĕлен. N. Йот патша халăхне самай илкелерĕç (в плен). Эпир çур. çĕршыв 25. Сарă яль чăвашĕсем самай тĕреклĕ пуранаççĕ, çӳрессе те капăр çӳреççĕ. Кан. Унта вăл самаях ĕçлерĕ. Сунт. Паян чăпта самай леçрĕç-и? — Леçкелерĕç самай. Сам. 28. Ун чух эсĕ ху та улшăнăн нумай, сăнă-сăпату юсанĕ самай. ЧС. Тата унта самай йĕкĕтсем пĕр-пĕринпе тавлашса чупаççĕ. N. Кунсем самай вăрăмланчĕç, çĕрсем кĕскелчĕç. N. Самай йывăр. || Часто. N. Онпа самай корса поплекенччĕ, халĕ ĕнтĕ вă (= вăл, у) та çок. || Очень. Микушк. Витере самай мăнтăр ăйăр çисе тăрать, тет. СТИК. Пасара карăм та, çуна пăхрăм. Çуна темĕн чухлĕ. Суйларăм, суйларăм та, самай лайăххине суйласа илтĕм (выбрал наилучшие, самые хорошие). || Как раз, точь-в-точь, в самый раз. Альш. -† И, кĕрӳшĕ, кĕрӳшĕ: самай ĕне пăрушĕ!.. (Насмешка). Тогаево. Ончен те полмин, сасартăк пăшал сасси самай пирĕн тĕлтрех илтĕнсе карĕ. Сĕт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ib. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш! туса вĕçсе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен, тĕвик! тесе кăçкăрать. Орау. Самай та ашшех çав. Точь-в-точь отец. Яктик. † Пахчи, пахчи панулми, чи тăрринчи сар улми, самай татас тенĕ чух ыткăнайрĕ-каяйрĕ. Байгул. † Вĕт-вĕт чĕнтĕр, вĕт чĕнтĕр; вĕтĕ те пулин самаях. КС. Самай та упăтех çав. Настоящая обезьяна. Сĕт-к. Пирн Улюн самай ыраш вырма пуçланă чох холсăр полса. Пазух. Хура вăрмана тарса кĕтĕм, самай çулçă тăкнă чух. Çуралнă иккен эпĕ аннерен, самай телей пĕтнĕ чух. || Сносно. Тюрл. Матка порри самаях (сносно), матка çокки кичем пек (сиротливо). Микушк. † Ик аллăра патăм ик панулми, кăмăлăра самай пули, тесе. N. Пĕр шухăшласан, çапах вĕсенчен самайтарах пурăнаççĕ (живут лучше). || Облегчение, улучшение (напр., в болезни). Кореньк. Куç самаййи сисĕнмес. Не видно, чтобы глаза поправлялись. N. Людмила куçĕ пăртак самай, тесен, питĕ хĕпĕртерĕм. Ст. Яха-к. Туманнине те туса пăхрăмăр, çаплах кил-çуртра самай еннелле каймаçт, терĕç. N. Çавăн пек тусан, пăртак самаййине курать те, çынсене кайса калать. Хора-к. Эпĕ асапланнине те вăрман илтрĕ, сассине пачĕ, самая килчĕ. Шинер-п. Çавăнтах вăл ак мĕн шухшланă: çав шантала илсе тухса каяс-ха ĕнтĕ, мана вăл та самаях пулĕ-ха, тенĕ. N. Çав çын вара, ыйăхран вăрансанах, самай енне кайнă. N. Куçĕ кăшт самай пулсан (полегчать)... ЧС. Эпĕ аннене яланах: самай-и? тесе ытаттăм. Ман анне самай пулма мар, йывăртан йывăр пулат, пĕр пилĕк кунтан тăрса та ларайми пулчĕ. Ib. Тете патне аттесем, аннесем чун чăтман пирки кашни кун кайнă пекех: кайса, самайне, самай марне пĕлсе килетчĕç (т. е. справлялись о его здоровьи). БАБ. Муш (= может быть) самайрах пулнă та пулĕччĕ-и тен (мне в больнице). Ялти çынсем мĕн курни-пĕри: ачăна унта вилме анчах леçсе пăрахнă. Унта вĕтĕ ун пек тӳрленмелле мар, чирлĕ çынна юри имçампа вĕлереççĕ, тет, тетчĕçĕ, тет. Ib. Пуçу самай-и? А легче что ли голове-то? Ib. Виçĕ кунта иртрĕ эпĕ чирлени, ман пуç çапах самай мар. О сохр. здор. Эмел ĕçсе пурăнсан, чире пĕтĕмпех тӳрлетмесен те, вăл ăна кăшт та пулин самай тăвать.

сунчăк

сончăк (сунџ̌ы̆к, сонџ̌ы̆к), зонтик (русск.). К.-Токшик. Пĕр сончăк айĕнче тăват пиче ларать. (Сĕтел). Земледелец. Пĕрре манăн ваксала сунчăк манса юлчĕ. Хорачка, Пшкрт: зончы̆к. || Назв. зонтичных растений. N. Сунчăк тенĕ курăксем, вĕсен вĕтĕ чечекĕсем сунчăкăн-сунчăкăн пухăннă.

супăнь чечекĕ

назв. растения. Рак., Кайсар. № 97. Супăнь чечекĕ, хĕрли. Ачасене вĕтĕ хĕрлĕ шатра тухсан, çаккăн шывĕпе шыва кӳртеççĕ. Шатри хăй пек тĕм-тĕм тухат. Ib. № 98. Супăнь чечекĕ, шурри. Çавăн пекех, çавăн пек хăй манерлех тухат шурă шатра. Вĕретсе, шыва кӳртеççĕ те, çав шатра иртет, тет.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сорăх пăхĕ

овечий помет. Сред. Юм. Паранк сорăх пăх пик. (Вĕтĕ паранка çапла калаççĕ). || Назв. растения. Тюрл. „Сорăх пăх“ — корень растения известного под именем, „тутар пуçĕ“. Ст. Чек. „Сурăх пăхĕ“ тум хаяртан аван, теççĕ, ватса шывпа ирсе ĕçтереççĕ.

сухăр

сохăр (суhы̆р, соhы̆р), смола на коре дерева, сера древесная. ЧП. Кĕтĕм çĕнĕ пӳртĕн ăшĕсене, ӳсĕрĕлтĕм сухăр шăршипе. Панклеи. † Пирн ял ачи вĕт ача, вĕтĕ те полин, вĕтрен пек, çыпăçсассăн, сохăр пак. N. Сухăр — 1) смола, 2) смолистая грязь при корне шерсти овцы. Календ. 1910. Çăпан çине çыпăçтармалли пластăра ак çапла тăваççĕ: тимĕр кашăк çине пăртак çу яраççе, пăртак сухан, сухăр, пыл хураççĕ. О сохр. здор. Вăл чир килти выльăхсенчен пулать, вăл вĕсен тирĕсенчи сухăр айĕнче тăрать. Чураль-к. Пирн ял ачи вĕт ача, вĕтĕ те пулсан, вĕтрен пек, çыпăçсассăн сухăр пек; çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ. ЧП. Сан тутара (в губах) сухăр çук, ман тутара вĕтрен çук. || Канифоль (прежде канифолили смолою). КС. Сухăр сĕрес, канифолить. Альш. Купăççă купăсне ĕнерет-тăвать те, сухăр сĕрет те, „хĕр йĕрри йĕртет“. || Сера в ушах. Пшкрт. Орау. Сухар; хăлха сухăрĕ, сера. || Сера в шерсти овцы. Оesypum. Яргуньк. Сорăх çăньсем касрăн-и? — Касман, сохăр(ĕ)сем (сохы̆рзэм) хăпарман-ха. N. Сурăх çăмин тĕпĕнче сухăр пулать. || Прозвище одного мужч. Сред. Юм.

сухăр вĕлтĕрен

сухăр вĕлтрен, сухăр вĕтрен, сухăр витрен, назв. раст., urtica L., urens L. Мелкая жгучая крапива. Рак. Хурт — çăвăрне вĕллене янă чухне малтан вĕллене çак вĕлтĕренпе сĕркелеççĕ. Вара хурт ратрах кĕрет. Сĕт-к. † Покан посап тийиса сохăр вĕтрен ан полтăр. СПВВ. КМ. Сухăр вĕлтĕрен = вĕтĕ вĕлтĕрен. Рак., Кайсар. № 95. Сухăр вĕлтĕрен. КС. Сухăр вĕлтĕрен, мелкая сильно жгучая крапива. См. суккăр вĕлтĕрен. Ядр. Ма макăран Татян, качча каяп теетни? Упа тутар — упăшку, пул тутарри — хуняçу, кӳпĕн-карчăк — хуняму, сухăр вĕлтрен — хĕр-пултăр (золовка). П. И. Орл., Д. С. Серг. Сухăр вĕлтĕрене чĕре ыратса аптăракансем вĕретсе ĕçеççĕ. Ст. Ганьк. † Сеперен ялĕ сухăр вĕлтĕрен, епле персе кĕрем-ши? Мыслец. Сухăр витрен, мелкая крапива. Торх. Сохăр вĕлтрен, низкая крапива.

сӳре

борона. Сирĕк-х. Сӳре шăлĕ, сӳре унки. Çĕнĕ-Мăнтăр. Сӳре шăлĕ, сӳре ӳречисем. Пшкрт: сӧрӓ, борона. СТИК. Части бороны: сӳре шăлĕ, зубья; сӳре урли (-λиы): сӳре унки, деревянное кольцо; сӳре шăвкăччи, палка, на которую надевается кольцо с веревкой. N. Хветĕр кукки тимĕр сӳре тӳрлетрĕ. ХЛБ. Тимĕр шăллă сӳре, унпа ытла вĕтĕ сӳреме те юрамасть, вăл çăмăр пулсанах хытса каять. || Бороньба. В. Олг. Тăпра моклашкаллă; сӳре ванмарĕ, тăпра моклашкалă полчĕ. Ачач 90. Ку кун тата кĕсре сӳрере калама çук аван пычĕ. Юрк. Сӳрене кай, ехать боронить. || Сновальня. Якейк. Сӳре çинче пир комаççĕ. Ягудар. Сӳре — сӳретке, сӳрекке, кумкăч. || Мера пряжи, натянутая на одну сновальню. Шорк. Пĕр сӳре, икĕ сӳре — особая мера пряжи. Икково. Сӳре, мера длины холста.

сăвăр çырли

назв. растения. Альш. Кайсар. Вĕтĕ шатра тухсан, сăвăр çырлине вĕретсе, ачасене шыва кӳртеççĕ.

сăх

впитывать, всасывать. СПВВ. КС. Вăл вырăнта пĕртте шыв тăмасть, пит сăхакан çĕр. Учите детей. † Нимĕçсен пилĕк-улт çулхи ачисем ĕç тупаççĕ, тет: хăшĕ чӳрече çинчи шыва сăхаççĕ, тет, хăшĕ урай шăлаççĕ, тет, вĕтĕ выльăха ачасем пăхаççĕ, тет. Сред. Юм. Çĕр çăмăра сăхнă. N. Йăвăç çăвĕ пекех шăмми-шаккине сăхса кĕтĕр. Баран. 121. Хурăн тымарĕсем тăрана пĕлмесĕр çĕртен сĕткен сăхаççĕ. || Сосать, пить. Çĕнтерчĕ 38. Нумай сăхнă пирĕн юна. Сред. Юм. Конĕпех сăхса ларчĕç. (Чĕнмессĕрех сăра ĕçнĕ çĕре пырса, пит нăмайччин ĕçсе ларсан калаççĕ). || Убавлять, ослаблять. N. Чĕре хуйхи вăя сăхать. || Цедить. N. Сăхса илнĕ, выцедили воду всю из самовара. || Черпать. Кив-Ял. Яшка сăхмалли, половник.

сĕлĕ кăмпи

назв. гриба. Торп-к. СПВВ. Т. Сĕлĕ кăмпи сĕлĕ пек вĕтĕ те пĕр çĕрте пулать. Мыслец. Сĕлĕ кăмпи, сморчки; растут на колоднике.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çавраки

деньги, деньжонки. СТИК. Çавраки çук вĕтĕ! Ведь кругленьких, т. е. деньжонок, нет?

çанталăк

погода. См. çавăнтавлăк. Çамр. Хр. Çуркунне йĕпе çанталăксем пулаççĕ. ТХКА З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Çанталăк уçă та типĕ тăрать. Погода бывает холодной и сухой. N. Ирхине хĕвел тохать — çанталăк ăшăтать, каçхине хĕвел анать — çанталăк сивĕтет. ГТТ. Çанталăк тӳрленнĕ, тӳлек çанталăк. N. Çанталăк йосо халĕ. N. Кунта çăмăр çăвать, çанталăк ирсĕр тăрать (грязь). N. Кунти çанталăксене çырап. N. Çанталăк сивĕ пулчĕ, мана сивĕ ленкрĕ (простудился). Анат-Кушар. Ай-ай, çанталăк темĕскер ăшăтмарĕ-çке. Что-то все стоят холода! Вопр. Смоленск. Хĕвел пĕлĕте ларсан, çанталăк йĕпене каять. Ib. Вĕтĕ çăмăр çусан, çанталăк авана каять. Н. Шинкусы. Çав вăхăтра çанталăк ăшăтнă пек пулнăччĕ. ЧП. Кăçал çанталăксем уяр пулчĕç. Баран. 101. Çанталăк ăшшалла кайсан. N. Калчана кайнă вăрлăха типĕ çĕре аксан та, вăл тикĕс, час шăтса тухĕ тесе, шанма çук, çанталăк уяра кайсан, калчана кайнă вăрлăха акни килĕшмест. В. Олг. Çанталăк сивĕтсерчĕ (= сивĕтсе ячĕ). Пшкрт. Çанталăк ояртат (оярат). М. Сунч. Çанталăк уяр тăрсан, чăвашсем çăмăр учукĕ тунă. Юрк. Вĕт çумăр çусан, çанталăк авана каят. Скотолеч. 19. Сивĕ çанталăкра, ăшă çанталăкра. В холодную, в теплую погоду. СВТ. Лайăх ăшă çанталăкра тула илсе тухса çӳреме юрать (ребенка). К.-Кушки. Çанталăк ĕеленсе кайрĕ, кайса килес, теттĕм. Разыгрался буран (зимою), а то я хотел было съездить. Регули 407. Паян (лайăх, сивĕ) çанталăк. Капк. Тулта çанталăк арçури пекех ахăрать (о вьюге). Орау. Çанталăк ахăрчĕ, настала бурная погода. Шибач. Çанталăк йосаннн. N. Çанталăк пăсăлса çитрĕ. О сохр. здор. Хĕлле пит сивĕ çанталăксенче. Шурăм-п. Çанталăк сухăмланат, становится прохладнее. Ib. Çанталăк ăшăтса кайнă пек пулчĕ. Орау. Çанталăкки çавăрнсах карĕ. Испортилась погода. Якейк. Çанталăк сивĕтсе праххăр ялтах. Стало совсем холодно. Ib. Çанталăк сохăмлатрĕ. Стало прохладно. Ib. Çанталăк мĕлле паян. Какая погода? Тораево. Ухмахăн амăшĕ ухмаха ырçа айне хупăрĕ, тет, çине сĕлĕ тăкăрĕ, тет, унта чăхсам ярчĕ, тет. Чăхсам тĕпĕртеттерсе çияççĕ, тет. Ухмах ырçа айĕнче: çанталăк тĕпĕртетет, тесе шухăшлат, тет. || Климат. Орау. Кунта çанталăк пит типĕ (здесь климат сухой), пĕр нӳрĕк те çук. || Страна. Пшкрт. Онта çанталăк пет йосо. Ib. Чоллă çанталăк, чоллă вырăн. Ib. Йот çанталăкра (на чужбине) çамрăк ăсна ан çухат. Ib. Çанталăкра корса çӳренĕ. N. Кунти çĕр тискер çанталăк. N. Çанталăк вĕçĕ-хĕрринчи халăхсене пурне те салам яратпăр. || Солнце. Шурăм-п. Çаксене пурне те хатĕрличчен çанталăк кăнтăрларан та иртсе каять. || Вселенная, небесное пространство, видимый мир, земной шар. N. Пулине хурана ятăм та, хуран мана çу пачĕ. Çуне çурта çутрăм та (засветил), çанталăк та çутăлчĕ (рассвело). Ал. цв. 6. Малалла кайнă çемĕн çанталăк кун çути пек çутăран çутă пулса пырать. Н. Сунар. Çанталăк, каç пулса, тĕттĕмленех-тĕттĕмленех пынă. Хорачка. (В поминки) çорта çутнă чоня калаччĕ: тĕттĕм çанталăкă çутă полтăр, рая ток! теччĕ. Ib. Çанталăк тытакан торă. Синьял. Икĕ пăт тулă пур, çанталăкпе акса çавăрнăп. (Куç пăхни). С.-Устье. Икĕ пĕрчĕк тулăм пур, çанталăк тавра сапса çавăрăнăп. (Куç). Н. Сунар. Икĕ пăт тулăм пур, çанталăка йĕри-тавра сапса çавăрнăп. (Икĕ куç). Собр. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: илме тухăр! тесе кăшкăрса каланă. Вара хайхи шыври ăстарик тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă (увел в подземный мнр). Алик. Кайсан-кайсан, çĕлен çури çынна калать, тет: куçна хуп, çăварна кар! çапла каласан, çынпа çĕлен çури аялти çанталăка анса кайнă (в подземный мир). Ib. Çавна каласан, çынпа çĕлен çури çӳлти çанталăка хупарнă (на землю). Синерь. Иван аялта çӳрет, тет: пит аван, тет, çанталăк (под землю). Череп. Çанталăк = çут тĕнче, тĕнче. Янш.-Норв. Çак çутă çанталăк, этот свет, белый свет. Юрк. Çут çанталăк = тĕнче. Сорм-Вар. Корăкран лутра, çанталăкпа тăпă-тан. (Çул). С.-Устье. Курăкран лутра, çанталăка витĕр кайĕ? (Çул). ЧС. Ача çуралсан, унăн ятне эрне иртечченех хурсассăн, вăл ача ку çанталăкра нумаях пурăнаймаç. N. Çанталăка шăнăçами (= шăнăçайми) пусăк салам. Торп-к. Çанталăкра виççĕ çук. (Пĕлĕт çине хăпарма пусма çук, шывăн турат çук, кайăкăн чĕчĕ çук). Янтик. Пирĕн патăрти çын, Ишеке турра пуçапма кайнă чухне, Ишек панчи ялта чӳречерен шыв ĕçме ыйтнă, тет: çыннисем ак çапла каланă, тет, кăна: пуш мар хал), çанталăк сармалла, тĕнче пĕрмелле, лаç лартса чан çапса хĕр хухлетмелле, тесе каланă, тет. (Çанталăк сармалла = пиремеç тумалла; тĕнче пĕрмелле = кукăль тумалла; лаç лартса чан çакса = кӳме лартса хăнкрав çакса). Собр. Çăвăнчен çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. Альш. † Ама хĕрĕ пуличчен, ăмăрт-кайăк пулас мĕн, тăват кĕтеслĕ çанталăка (светлое пространство под землею) сарăлса вĕçсе çӳрес мĕн. N. Çанталăк çĕмĕрлсе анать пулĕ, терĕмĕр. Собр. Çанталăкри уйăхĕ пĕтĕм çĕре çĕр туса тăрат; уйăх çутă пулмарĕ, хĕвел çутă пулайрĕ. Ib. Çанталăкри хĕвел пĕтĕм çĕре кун туса çутатса тарат: çĕр çинчи халăх ăшăнат, çĕр çинчи тырпул пиçет те, тулат. N. Çурçĕр енчен уяр çанталăк килет. Ст. Чек. Çанталăк пĕрĕнсе çитет (собирается дождь). Н. Байгул. Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ.

çаплах

так же, таким же образом. Изамб. Т. Çаплах, çаплах, вĕтĕ те, шултăра та тăваççĕ. ЧС. Пирĕн атте эпĕ астăвасса çаплах чирлесе пурнатьчĕ. Чирлесен-чирлесен, тата хытăрах чирле пуçларĕ. Сюгал-Яуши. Çаплах тата хамăра çынсем тĕл пулаççĕ те, эпĕ калап: шкула каятпăр-ха, теп. N. Çав тĕлĕнмеле ĕçе çак çула çитиччен курманччĕ, кăçал халерă пулнăран çаплах асапланчĕç (= аппаланчĕç, с обрядами) пирĕн, пиртен инчех мар ялта. КС. Хăй начарланса карĕ (обеднел), эрекине çаплах ĕçет (беспрестанно пьет; если: çапах ĕçет — все-таки пьет. КО). Синерь. Шăши çур çул пурăннă, тет, сала-кайăк та çаплах килмеçт, тет. Шăшийĕ пит начарланса çитрĕ, тет те, пĕр пĕрчĕк сĕллине çирĕ, тет. N. Киле кайсан, перĕн пата çаплах кай, апипе попляса ларма. N. „Купеческий“ тиекен пароходсем анчах çӳреме май пур таран çаплах çӳресшĕн. || Такой же. N. Епле анчăк? тетĕп.— Çаплах, тет. О сохр. здор. Анчах ку ĕç чăнах çаплах-ши? — Чăнах та çавнашкал. || Всё, беспрестанно. Торп-к. Кашкăра тем чухлĕ тутлă çитарсан та, вăл çаплах вăрманалла, теççĕ. (Послов.). Альш. Куçсах тăмаллах мар та, курăксем аванах ӳсеççĕ те, çаплах та (все же) чăнкă аякки (у горы). Яргейк. Пуп майри çаплах ятлать, тет, пупа: кунтан мĕн тухать, (что из этого выйдет, вылупится) тесе. Панклеи. Хĕрĕ (падчерица?) ларма каясшăн полнă. Карчăк старика: çак хĕре еçсе хăвар-ха, старик! вăл çаплах каясшăн, тет. || Всегда. В. Олг. Ĕне сунă чохне çаплах пуркаланса турса (вертелась). Кан. Венăра (Австри) çаплах çĕр чĕтрет. В Пшкрт — çаплак.

çатăрка

(с'ады̆рга), трещотка. Бур. Баран. 42. Хуралçă çатăрки вăрра хăратнă пек, йытă сасси кашкăр кăмăлне пĕрттех килмест. К.-Кушкы. Çатăрка — трещотка, употреблявшаяся при обряде „сĕрен“. Ib. Пахча хуралçи çатăркапа çатăртаттарăт. || Хворостина, хворост. Н. Уз. Çатăрка анчах тăрса юлчĕ. Осталась только хворостинка, мелочь. Хурамал. Вĕтĕ çаппа çатăрка тесе калаççĕ те çырма-çатăркана каяс, теççĕ (хуйхăраççĕ). Çта та пулин çырма урлă çĕрле каймалла пулсан, вăл çынна чарса калаççĕ: ма каян çĕрле пулсан? е çырма-çатăркана кайăн (упадешь), теççĕ. Сред. Юм. Çатăрка или çатрака. (Вĕтĕ çаппа çатрака теççĕ). Бугульм. † Тăшманçăм килессе пĕлнĕ пулсан, хăваяс мĕн кĕпер çатăркаран... СПВВ. ИФ. Çатăрка — туратăн вĕччеç турачĕсĕм. В. Ив. Сӳре йывăççисем çумне аял енне çатăрка каркаласа çыхаççĕ. || Трущоба, чаща. Хорачка. Нисталла каймалла мар, çатăрка (в лесу). || Запутанная (рожь). В. Олг. (у КС. также çатра). || Назв. какой-то кости птицы. Пухтел. Изамб. Т. || Решетка у шерстобитов? Чирикеева. Çатăркана курак йăви теççĕ. || Вспыльчивый. Сиктер.

çын лăстăкĕ

(чит. лы̆сты̆к), человек, человечишка. СТИК. çавă та çын лăстăк вĕтĕ. То же человек! (Гов. с жалостью). Ib. Эй мăнтарăн çын лăстăк... эс тумалли япала мар вăл (где тебе бедняжке это делать).

çыр

размывать (о воде). Якейк. Шу кăçал çырса итла нумай хăпарчĕ. В этом году размыло овраг далеко вверх. Шу кашнă çол чалăш çорă итла çырса хăпарать, N. Ах ачасем, ку çырма çарана пăсать! Манăнне мĕн чухлĕ çырса кайнă. Дик. леб. 34. Йывăç турачĕсене, йывăç тĕмĕсене çил хумхатса тăмасан, вĕсене унта çырма тĕпне çырса ӳкернĕ тесех шухăшламалла пулнă. Сунч. † Чупса антăм шыв хĕрне, çырса хунă вакă касмашкăн.

çыр

(с’ыр, с’ир), писать. Янтик. Атте патне çыру çыртăм. Юрк. Çырса лараканни, ӳсĕрскер, ку çапла, мĕн каласса кĕтсе лараканскер, ларнă çĕртех çывăрса каят. Ib. Апла-капла çырмалла чухне мĕн çырмаллине вăл пӳртре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе каласа çыртарат. N. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. (Конец письма). N. Лашапа ĕнене сутнипе-сутманнине çырман. Орау. Виç уйăхчен кашни кун пĕрер сахат, икшер сахат киле-киле çыратьчĕ. Ib. Алли таçта аялалла çырса каять. Строчки сползали вниз. Ib. Пĕртте çырмасан кĕнеке вуланин нуммаях усси çук, пĕр маях çырнин те, кĕнеке вуламаçан, усси çук. КС. Çыранăнçи пек пулса ларать. Пытается писать. Бес. чув. 13. Акă, Керимулла, мĕн тесе çыраççĕ, терĕ те Микулай, çавăнтах вулама та тытăнчĕ. Турх. Сире те вĕсене çырманнипех çырмастăп (по той же причине). О сохр. здор. Кĕнекесем çине (в сочинениях) çыра-çыра хăварнă (об этом). Ала 2. Урăх нимĕскер те каласа çырма пĕлместĕп, айăп ан тăвăр мана. N. Манăн орăх çырмаллиях та çок. N. Çак пиçмона эсĕ ылтарлă çырнă (намеком, обиняками). N. Кона çыртăм питĕ вĕтĕ. N. Мĕн ыйтмаллине çырса пырас пулать. N. Уйăрса çырса яр (подробней). N. Вăрçă енне пит çырма хушмаççĕ. Баран. 59. Салтак пуçлăхĕсем вăрçăра чапа тухнине каласа çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Ст. Чек. „Çырманах“ — выражает сожаление, укор, так как говорящее это слово лицо хочет (ему желательно), чтобы тот написал. N. Кайран малтан çыру-тăву пулмарĕ. || Чертить. Якейк. Йăвăç çине темĕскер çырнă (хăйăр çине çырнă). Шу çине темчол çырас тесен те çырияс çок. || Ткать решето. N. Ала сутна (у др. сутăн) илес çук, хамăр çырма пултаратпăр. || Заниматься канцелярской работой. Орау. Кантурта çырать (или: çырса пурнать). || Записывать. Нюш-к. Куна та çав Çеркей каланипе çырнă. И это я записал со слов Сергея. || Записывать в список. Юрк. Уччилник ачине (в ученики) çырмарĕç пулсан, юрĕ, терĕ (она). || Проводить борозду, пропахать межу. Виçĕ пус. 29. Çу каçиччен темиçе хутчен йăран çырса çумлаçа илеççĕ. ТХКА 15. Тырра йăран урлă каçса выракансем пирĕн ялта та пур çав. Ана пуçне кĕрсе çыраççĕ. || Резать воздух. Кан. Халь вĕсем унта та, кунта та, сывлăша çырса, кайăксем пек çӳреççĕ. || Предопределить (о судьбе). N. Этеме вилме çырнă. ЧП. Эпир те мĕн курасса, мĕн илтессе ларсаях çырнă пулĕ-тĕр туррисем. N. Пире çырнă хĕрĕсем. Юрк. Вăлах (т. е. пӳлĕхçĕ), чун çуралсан, пурăнăç çыраканни пулнă. N. † Пирĕн пуçа мĕн çырнине турăпалан пӳлĕх вăл пĕлĕ. Альш. † (Çавă) ятлă ачана ларчĕ-çырчĕ пĕр турă. N. Поçа мĕн çырнине корас полать. Микушк. Атте-анне чунтан саваймарĕ, турри пуçа ырă çырмарĕ (жалоба на судьбу). Ib. Турă пуçа çырни — çав пырать. Собр. Çиме çырман çăккăра çияймăн, çиме çырнă çăккăра шыв варĕнчен те тухса çийăн, теççĕ. (Послов.). Ст. Ганьк. Чун çуралса, чун ӳстерсе хурлăха çырмăсăнччĕ. Собр. † Аякран куртăм — вут çути, çитсе кураймарăм — хăйă çути. Çуралнă чухне çырнă ырлăхсене, ыйтса пĕлеймерĕм турăран. N. Пирĕн пуçа çырни хура вăрман урлă иртмĕ. Сред. Юм. Тор çырни полĕ-ха. Найдется, с которым судьба судила жить. (Говорят женщины, а также мужчины, не женатые). N. Кăçта ӳтĕм çĕрсе выртмала çырнă-ши? Ст. Шаймурз. † Савни-савни тиеççĕ, çырни-çырни пулмĕ-ха. ГТТ. Хăйне çапла çырнă. Такова его судьба.

çимĕçлĕх

то, что может пойти в пищу. Собр. † Шур-Атăл хĕрринче ларнă чух шур пулăччĕ пирĕн çимĕçлĕх. N. † Хура вăрманти хур-кайăк — хурчăкана çимĕçлĕх; ватă-вĕтĕ авлансан, яшки кĕрейми (чит. яш-кĕрĕме) çимĕçлĕх.

çуха

çоха (с’уhа, с’оhа), ворот. Юрк. Кĕпе çухи. Б. Олг. Тăлăп çохи, чаппан çохи. См. çохапи, çухави. КС. Тăратмалла çуха, отложной воротник. Чăв. й. пур. 27°. Мĕшĕн тартăн? тесе, Яккăва çухаран ярса тытнă. N. † Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем — тăхăнаймăп. Собр. † Улача кĕпе, çавра çуха, кам каснă-ши сирĕн çухăра. Чăв. к. Ука кирлĕ çуха çавăрма, хайла кирлĕ юрă юрлама. || Шейная повязка. Бижб. Бгтр. † Манпа варлă хĕрсем çук, çуха çыхас хуйхи çук. Ib. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн çуха çук. Лашм. Ачисем пĕр хăмачă кĕпелĕ, çухи мăйĕ кĕмĕл тӳмелĕ. || Ожерелье из монет (украшение). Шибач. Çоха. Чертаг. Çуха, род ожерелья из пятиалтынных и двугривенных, нашитых в два ряда на коже (сăран). Якейк. Çохая мыя çакаççĕ. Çинче сăран çине тенкĕсем (вĕтĕ тенкĕсем: вăтăр пилĕклĕх, ал’иккĕллĕх, çитмĕллĕх) çакаççĕ; сăран çӳл еккине (тенкĕсенчен çӳлелле) вĕт шăрçасам ĕçлесе яраççĕ. Б. Нигыши. Хай хĕр хăй çумăнчен виççĕ тенкĕ татнă та, шăшия çуха туса панă. ЧП. Сирĕн çухăрсем пит илемлĕ, çухăр хуралçисем мунчала. Ib. Чăн мерчентен çуха юсакан.

çӳç

(с’ӳс’), волос(-ы). О сохр. здор. Çӳç тăкăниччен малтаи çӳç тĕпне лĕкĕ пек сарă, вĕтĕ, типĕ шатра тухать (при болезни кукша). Сред. Юм. Çӳçне ине çулланă, или: çӳçĕ вĕрилле (= вирелле) тăрать (вихорь). Ib. Çӳç ил, çӳç илтер. Остриги волосы. Ib. Мана кашни иртсе каймассайран витлет; ярса тытрăм çуçĕнчен те, хытă вĕçтертĕм. N. Çӳç илсе яр, обрить. КС. Çӳç хыртар, заставить брить. N. Малти çӳçе вăрăм хăвартăн эсĕ. Юрк. † Урам урлă каçар-и? Ылттăн ука тăсар-н? Ылттăн ука улттă çаврăнтăр, çӳçсем сире çыхлантăр. Ib. Çӳç кастарсан, çӳç шуралат. Кн. для чт. I, 16. Ир тăрăр та, питĕр-куçăра çăвăр, çӳçĕрсене турăр. Якейк. Пуçна пĕр пĕчĕк çӳç хăвармăп! Выдеру все волосы! (Угроза). Ст. Чек. Пуçăнта çӳç юлмĕ. Баран. 66. Майпа вĕрсе тăракан уçă çил пуçри çӳçсене вĕл-вĕл вĕçтерет. Шибач. Çӳçна татса пĕтерем! (Брань). N. Эп кĕске çӳçпе çӳреме вĕреннĕ (или: çӳреме юратап). Я привык ходить с короткнми волосами. N. Эп вăрăм çӳçпе çӳреме юратмастăп. Альш. Çӳçе кассан, çӳçе турасан, çĕре пăрахма хушмаççĕ (не велят бросать волосы на землю): кайăк илсе кайса йăва çавăрат, тет те, пуç çаврăнакан пулат, тет. N. Çӳçе вирелле ярас (зачесывать назад). СТИК. Çӳçе вĕтелерĕм. Опалил себе волосы. Ib. Пирĕн хĕрарамсем час-час: çӳç туртат — çавă асăнат пулĕ, теççĕ. Вăл темĕскерле — пĕр пĕрчĕ çӳç туртăнса каят, тет. Регули 875. Çӳçе çуçĕн тытса (тытăçса) вăрçаççĕ. С. Тим. † Çӳç пек хăна пуçтартăм, пукане пек вылятрăм. Подг.-Шигали. † Вутлă-шывлă хушшинче вут пек сăра турăмăр, çӳç пек хăна илтĕмĕр, пукане пек вылятрăмăр. чăх-чĕппи пек салатрăмăр. (Хĕр-сăри сăвви). Б. Олг. Прийомра кăнтăр иртсен, пичия çӳç кассарчĕç (= касса ячĕçĕ), туатă сахат çапсан. Чăв. к. Турă çырни — çӳç çыхни, сивĕтсен те сивĕнмес. (Хĕр йĕрри). Кĕвĕсем. Турă çырни çӳç çыхни. (Вероятно, означает, что того, что суждено, так же трудно избежать, как трудно развязать затянутый узлом волос). || Волоски (мелкие корни растений). В. Ив. Çимĕçлĕ шыв тымар çӳçĕсен хуппи виттĕр шала кĕрет.

çăкăник

восклицание неизв. зн., которое произносит старший дружка на свадьбе. Ала 62. Ман-кĕрӳ пуринчен мала ларать, аллине сăра курки тытать. Вара вĕсем виç тапхăр тăрса лараççĕ. Виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. Пуççапма ларас умĕн мăн-кĕрӳ: „Çăкăник!“ тет те, халăхсем пурте пуççапма лараççĕ. Пуççапнă вăхăтра мăн-кĕрӳ çак сăмахсене калать: „Ах аттеçĕм, аннеçĕм, пыр çиме те кирлĕ мар, ал тытма та кирлĕ мар, сирĕн пĕр пус укçăр пĕр сум мар, икĕ пус укçăр ик сум мар, эпĕ сирĕн укçăра ыйтмастăп, пуç сывлăхне ыйтатпăр; эсир пиллесессĕн — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх“, тет. Çак сăмахсене мăн кĕрӳ каласа пĕтерсен, пуççапса ларакан туй халăх çапла юрласа ярать: „Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, юман кашта, авăна-çке шывăн хумĕпе; çинçе-ях та пӳçĕм, аван чунçăм, тайăла-çке ватсен умĕнче. Пахча та пахча купăста, сире те пултăр, ватăсем, çинче те пӳлĕ сарă хĕр, пире те пиллĕр, ватăсем. Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне, эсир пиллесен — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх. Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăм шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр“. Унтан вара çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ калать халăхсен çинелле пăхса: „Упăтĕк!“ тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрен чуп-тума тытăнаççĕ. Чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ. Пӳртрен тухса кайнă чух мăн-кĕрӳ аллинчи куркана алăк патĕнчи çынна тыттарать те, çак сăмахсене калама тытăнать: „Ах пиччеçĕм (ятне калать лараканнинне), çав (ятне калать) пуян туй кӳртет, çав пуян ывăлин туйне кӳртет, ватă-вĕтĕ — пурте туй курма пырăр, сăмсипе сывлан, кучĕпе шăван — пурăр та туйкурма пырăр“, тет. Унтан вара вĕсем тухса каяççĕ. Вĕсем çул çинче виçĕ тапхăр чарăнса такмак каласа ташлаççĕ. Ку киле çитсессĕн, мăн-кĕрӳ алăк патне пырать те, алăк патĕнче туй халăхĕсем апла каласа юрлаççĕ: „Хуçа та пире сăра пар; сăру та пулмин, ху та тух; ăснă та сăру сĕвĕрĕлчĕ пуль, пиçнĕ яшку сивĕнчĕ пуль“…

çăнăх али

решето, сито. Сред. Юм. Çăнăх али тесе çăнăх аллакан вĕтĕ алана калаççĕ.

тенкĕлĕ муçиххи

ожерелье из мелких бус из трех или четырех крупных серебрянных монет. Вомбу-к. Тенкĕлĕ муçиххи (илемшĕн мăя çакмалли). Çип çине вĕтĕ шăрçа çакаççĕ, ом енне З—4 тенкĕсем (авалхи талĕр майлисене).

тетелĕ

(тэдэл’э̆), рыбодовная сеть. К.-Кушки. Альш. Тетелĕ виçĕ хутлă пулат, çилĕм евĕрлех, анчах пĕчĕкçĕ; варринчи вĕтĕ куçлă, икĕ енчи шултăрарах. Тетелле пĕр-пĕр тĕле, курăк пусса илнĕ тарăнах мар шыва, урлă карса лартаççĕ те, шыв айне, унтан кимĕпе кайса, кимĕ çине тăраççĕ те, алла путаркăç тытса, путаркăçпа шыва шампăрт, шампăрт! тутарса, пулăсене курăк айĕнчен тетелĕ патнелле хăваласа пыраççĕ. Ib. Тетелĕ карас. N. Пулăлă тетелĕ, сеть с рыбою. N. Тетелĕ яр, забрасывать сеть.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

агломерация

1. аглюмераци; 2. агломерацилени (рудан вĕтĕ катакесенчен пысăк катăксем туни).

алебастр

алебастр (штукатурка тунă çĕре яракан вĕтĕ пĕрчĕллĕ шурă гипс).

частый

1. йăвă (вăрман), вĕтĕ; частый гребень вĕтĕ тура; 2. час-часах пулакан (çумăр), час-часах килекен (хăна), хăвăрт тапакан (пульс).

трихина

трихина (выльăх-чĕрлĕхсем (ытларах сыснан) тата этемĕн ут-пĕвинче пурăнакан вĕтĕ усал хурт).

хамса

(камса) хамса (вĕтĕ пулă).

урюк

урюк (типĕтнĕ вĕтĕ абрикос).

устьице

уменьш. 1. пĕчĕк вăрă; 2. çулçă çинчи вĕтĕ шăтăксем. усугубить, -ублю что сов., усугублять несов. вăйлат, ӳстер, пысăклат (хăрушлăха), йывăрлат; запирательство усугубило вину подсудимого айăпа йышăнманни, тунса тăни айапланаканăн айăпне пысăклатрĕ.

ящур

ящур, тута чирĕ, чĕрне чирĕ (ĕнесен, сыснасен чĕлхи тата ури пакăлчакĕсем çине вĕтĕ хăмпăсем тухса тулни).

бактерия

бактери (микроскоппа çеç курăнакан питĕ вĕтĕ чĕрчун).

бетон

бетон (цемента хăйăрпа тата вĕтĕ чулпа хутăштарса тунă масса).

бисер

вĕтĕ шăрçа; ĕнчĕ.

бычок

, -чка 1. çамрăк вăкăр; 2. Хура тинĕсри вĕтĕ пулă.

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

анчоус

анчоус — engraulis [çарлан йăхĕнчи тинĕсре пурăнакан вĕтĕ пулă]

килька

килька (шпрот) — clupeonella [çарлан йăхĕнчи вĕтĕ тинĕс пулли]

шĕвĕрĕлчен

глист — lumbricus; вĕтĕ шĕвĕрĕлчен острица — enterobius vermicularis; галл шĕвĕрĕлченĕ галловая нематода — meloidogyne marioni; сухан шĕвĕрĕлченĕ луковая нематода — rhizoglyphus echinopus; çĕрулми шĕвĕрĕлченĕ картофельная нематода — heterodera rostochiensis; тулă шĕвĕрелченĕ пшеничная нематода — anguina tritici; ӳпке шĕверĕлченĕ диктикаула — dictyocaulus vivparus; хăю еверлĕ сарлака шĕвĕрĕлчен лентец широкий — diphyllobothrium latum

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

klein

kĕzĕn, pĕcĕk(kĕ), vĕtĕ
кĕçĕн, пĕчĕк(кĕ), вĕтĕ

Çавăн пекех пăхăр:

ваканси вакансия вакантный вакă « вакă-вĕтĕ » ваккат ваккăн ваккăн-тĕвеккĕн вакла ваклан

вакă-вĕтĕ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org