Шырав: вак-тĕвек

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

айкаш

1.
заниматься, быть занятым чем-л.
проводить время за чем-л.
вак-тĕвекпе айкаш — заниматься пустяками
фотографи ĕçĕпе айкаш — заниматься фотографией

алăсти

ремесленный
кустарный

вак алăсти — мелкий ремесленник
алăсти ĕçĕ — ремесленный труд
алăсти туса кăларни — кустарное производство
алăсти промыслисем — кустарные промыслы

анархо-синдикализм

полит.
анархо-синдикализм (тĕнчери профсоюз юхăмĕнчи вак буржуалла реакциллĕ туртăм)

ана-çарма

собир.
загоны, участки, полосы земли
вак-тĕвек ана-çарма — мелкие загоны, чересполосица

буржуа

буржуа
вак буржуа — мелкий буржуа

буржуази

буржуазный
вак буржуази — мелкая буржуазия
монополиллĕ буржуази — монополистическая буржуазия
нациллĕ буржуази — национальная буржуазия
шултра буржуази — крупная буржуазия
буржуази идеологийĕ — буржуазная идеология
буржуази класĕ — класс буржуазии

вак

I. (вакă)

прорубь
вак куçĕ — лунка, прорубь
вак кас — сделать прорубь
Васкакан вакка сикнĕ. — посл. Торопыга угодил в прорубь. (соотв. Поспешишь — людей насмешишь).

вак

дробный
ахаль вак — простая дробь
вуншарлă вак — десятичная дробь
вак хисеп — дробное число

вак

мелко
вак улма — мелкие яблоки
вак чул — щебень
вăл вак утать — он семенит ногами, он ходит мелкими шажками
вак-вак — очень мелкий, мелкий-мелкий

вак

2.
мелкий
маломощный, малозначительный

вак буржуази — мелкая буржуазия
вак суту-илӳ — 1) мелкая торговля 2) розничная торговля
вак харпăрлăх — мелкая собственность

вак


вак сăмах — придирки
вак укçа — мелкие деньги, мелочь, разменная монета

вакă

I. см. вак I.

вакă

II. см. вак III.

вакă-вĕтĕ

то же, что вак-тĕвек

вак-тĕвек

собир.

вак-тĕвек

1.
мелочь, мелкие вещи

вак-тĕвек

мелкий
вак-тĕвек япаласем — мелкие вещи, всякая дребедень
сумкăра тĕрлĕ вак-тĕвек — в сумке лежит разная мелочь

вак-тĕвек

2.
мелкий, малозначительный, несущественный
вак-тĕвек — незначительные ошибки
вак-тĕвек предприятисем — мелкие предприятия
вак-тĕвек ыйтусем — мелкие, частные вопросы
вак-тĕвек таранах шута ил — учитывать все до мелочей

вак-тĕвек

3.
детвора, малыши, ребятня

вак-тĕвек

малолетний, маленький
вак-тĕвек ачасем — малолетние дети

вак-шак

разг.
то же, что вак-тĕвек

галантерея

галантерея (вак-тĕвек тавар)

мăнă

4.
основной, главный
мăнă алăк — 1) главный вход 2) ворота
мăнă çул — большак, магистральная дорога
Çамрăклăх мăнă çулпа килет, вак çулпа иртсе каять. — посл. Молодость приходит по большаку, а уходит проселочной дорогой.

нейтрализациле

1. полит.
нейтрализовать
вак буржуазие нейтрализациле — нейтрализовать мелкую буржуазию

пешне

пешня
пешнепе вак кас — прорубить лунку пешней

пĕрĕш

пешня, заступ
лом

пĕрĕшпе вак касса уç — пробить прорубь пешней

погром

погром (шовинистла ушкăнсем вак халăх çыннисене тустарни-вĕлерни)
погром тăвакансем — погромщики

предприниматель

предпринимательский
вак предприниматель — мелкий предприниматель
уйрăм предприниматель — частный предприниматель
предприниматель пултарулăхĕ — предпринимательская жилка

пухмач

копилка
пухмач тулли вак укçа пуçтар — набрать полную копилку монет

ремесленник

1.
ремесленник (алăсти)
вак алăстисем — мелкие ремесленники
ялти алăстисем — сельские ремесленники

реформизм

полит.
реформизм (революцилле кĕрешĕве вак реформăсем тунипе улăштарма сĕнекен оппортунизмла юхăм)

социал-демократи

социал-демократия (тĕнчери ĕçченсен юхăмĕнчи вак буржуалла оппортунизмла туртăм)

спекулянт

спекулянтский
вак спекулянт — мелкий спекулянт

стихия

2. перен.
стихия (йĕркесĕр вăй)
вак буржуази стихийи — мелкобуржуазная стихия

супинкке

личный, индивидуальный, собственный, частный
вак супинкке — мелкая собственность
супинкке укçа — личные деньги
уйрăм супинккепе пурăн — жить индивидуальным хозяйством

сутă

(сут)

торговля
продажа, сбыт
распродажа

вак сутă — розничная торговля
курттăм сутă — оптовая торговля
пахчаçимĕç сутти — торговля овощами
сутă ту — торговать, заниматься торговлей
ăмăртмалла сутă — торги
ăмăртмалла сутăпа сутни — продажа с торгов
ăмăртмалла сутă ту — организовать торги

суту-илӳ

торговый
коммерческий

вак суту-илӳ — розничная торговля
патшалăх суту-илĕвĕ — государственная торговля
коопераци суту-илĕвĕ — кооперативная торговля
кӳмертен суту-илӳ — оптовая торговля
суту-илӳ банкĕ — коммерческий банк
суту-илӳ килĕшĕвĕ — торговое соглашение
суту-илӳ министерстви — министерство торговли
суту-илӳ предприятийĕсем — торговые предприятия
суту-илӳ çаврăнăшĕ — торговый оборот
суту-илӳ ту — вести торговлю, заниматься коммерцией
суту-илӳ представителĕ — торгпред, торговый представитель
суту-илӳ представительстви — торгпедство, торговое представительство
фирмăн Берлинти суту-илӳ представительстви — берлинское торгпредство фирмы

укçа

денежный
вак укçа — мелкие деньги
выляв укçи — выигранные деньги, денежный выигрыш
преми укçи — премиальные (деньги)
суя укçа — фальшивые деньги
хут укçа — бумажные деньги
укçа системи — денежная система
укçа выляса ил — выиграть деньги
укçа тӳле — платить деньги
укçана перекет кассинче усра — хранить деньги в сберегательной кассе
Укçапа чыслăх пĕр енчĕке кĕмеççĕ. — погов. Честь и деньги в одном кошельке не умещаются.

ферма

2.
ферма (капитализмлă çĕршывсенче — уйрăм хуçалăх)
вак фермăсем юхăнни — разорение мелких ферм

фермер

фермерский
вак фермерсем — мелкие фермеры
фермер хуçалăхĕ — фермерское хозяйство

харпăрлăх

собственнический
харпăрлăх туртăмĕ — собственнические наклонности
вак харпăрлăхлă хуçалăх — мелкособственническое хозяйство

хисеп

числовой
тулли хисеп — целое число
вак хисеп — дробное число
паллă мар хисеп — неизвестное число
хисеп пĕлтерĕшне палăрт — определить числовое значение

хисеп

5. грам.
числительное
вак хисепĕ — дробное числительное
йĕрке хисепĕ — порядковое числительное
шут хисепĕ — количественное числительное
хутлă хисеп — сложное числительное
хисеп ячĕ — имя числительное

цент

цент (АПШри вак укçа)

чĕмпĕл-чĕмпĕл

подражание легким всплескам воды
вак пулăсем шывра чĕмпĕл-чĕмпĕл тутараççĕ — в воде плещется мелкая рыбешка

чул

каменный
акшар чулĕ — известняк
вак чул — щебень
яка чул — галька, булыжник
лаптак чул — плитняк
çĕпре чулĕ — галька, камень-голыш
нăх чулĕ — алька, камень-голыш
хăйăр чулĕ — песчаник
хăйра чулĕ — точильный брусок
шурă чул — бутовый камень
чул арманĕ — камнедробилка
чул карлăк — парапет
чул катăкĕ — обломок камня
чул сăмсахĕ — скала
чул çурт — каменный дом, каменное строение
чул тăвар — каменная соль
чул ту — каменная гора, утес
чул сăрт — каменная гора, утес
чул сăр — мостить
никĕсе чул яр — забутить фундамент, заложить каменный фундамент
Каçхи çул — кăкăр çинчи чул. — посл. Ночной путь — словно камень на груди.

шараçлан

1.
суетиться, хлопотать
возиться, канителиться

вак-тĕвек ĕçсемпе шараçлансах кун иртсе кайрĕ — день прошел в разных хлопотах
мĕн шараçланса тăратăн унта? — что ты там возишься?

шляхта

[пол. szlachta]
ист.
шляхта (Польшăри, Литвари т. ыт. çĕршывсенче вак улпутсем)

шляхтич

[пол. szlachcic]
ист.
шляхтич (20-мĕш çĕрçулĕн пуçламăшĕчен Польшăра вак улпут)

эсер

ист.
эсер (Раççейре пулнă вак буржуалла социал-революционерсен партийĕн членĕ)

юсав

починочный, ремонтный
юсав бригади — ремонтная бригада
юсав ĕçĕсем — ремонтные работы
юсав мастерскойĕ — ремонтная мастерская
юсавпа механика цехĕ — рембитно-механический цех
вак-тĕвек юсав — мелкий ремонт
капиталлă юсав — капитальный ремонт
кулленхи юсав — текущий ремонт
планлă юсав — плановый ремонт
юсав ĕçĕсем — ремонтные работы
ку çурта пĕлтĕр юсав тунă — этот дом отремонтирован в прошлом году

çарату

2.
воровство, кража
грабеж

вак-тĕвек çарату — мелкие кражи

çул

дорожный, путевой
аслă çул — 1) большак 2) магистраль
мăн çул — 1) большак 2) магистраль
асфальт çул — асфальтированная дорбга
вак çул — проселочная дорога, проселок
лша çулĕ — проселочная дорога, проселок
канатлă çул — канатная дорога
Чулхула çулĕ — Нижегородский тракт
пурнăç çулĕ — жизненный путь
çакнă çул — подвесная дорога
çуна çулĕ — санный путь, зимник
тавра çул — кружный путь
утма çул — тропинка
чупмалли çул — спорт. беговая дорожка
шоссе çулĕ — шоссейная дорога
çул кукăрĕ — поворот дороги
çул паллисем — дорожные знаки
çул пуçĕ — проводник, провожатый
çул тăваткалĕ — перекресток дорог
çул хĕрри — обочина, бровка
çул икĕ енĕпе — по обе стороны дороги
çул тăрăх — по дороге
çулсăр-мĕнсĕр — не разбирая дороги, по бездорожью
çул пар — уступить дорогу
çул тат — перейти, перебежать дорогу (перед идущим)
çул уç — проложить путь
çул хыв — прокладывать дорогу
çул хур — прокладывать дорогу
çулпа пыр — идти по дороге
çултан пăрăн — посторониться, свернуть с дороги
Юлташпа çул кĕскелет. — посл. Со спутником и дорога короче.
Каякана пĕр çул, шыракана çĕр çул. — посл. Для идущего одна дорога, для ищущего — сто дорог.

хулиганлăх

хулиганство
вак хулиганлăх — мелкое хулиганство
хулиганлăхпа кĕрешни — борьба с хулиганством

таварлă

товарный
вак тавар хуçалăх — мелкотоварное хозяйство

анархилĕх

анархизм, анархичность
вак буржуалла анархилĕх — мелкобуржуазный анархизм

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

инçетлĕх

п.с. Инçет, ката; уçлăх, анлăх (туп.). Йывăç тĕмĕсем ... шупкалса пыракан инçетлĕхре пач палăрми пулса, куçран çухалаççĕ. П.Афанасьев, 1985, 46 с. Пĕтĕм инçетлĕхе юр чаршавĕ картланă. Н.Мартынов, 1985, 30 с. Мĕскĕнлĕхпе вак шухăшсен купи çĕтет те, карăнать инçетлĕх. Г.Ирхи, 1991, 51 с. Тĕтресĕр уçă ирпе, инçетлĕхре-горизонтра пулин те, вăрман курăнать. Х-р, 12.09.1996, 3 с. — уй инçетлĕхĕ (А.Медведев, 1941, 15 с.); шыв инçетлĕхĕ (Хв.Агивер, 1984, 91 с.); тинĕс инçетлĕхĕ (Х-р, 27.06.2003, 3 с.); кăн-кăвак инçетлĕх (Н.Теветкел, 1964, 78 с.); асăмри инçетлĕх (Г.Юмарт, 1983, 14 с.); тӳрем инçетлĕх (Св.Асамат //П-н, 1990, 2 /, 15 с.); — инçетлĕхе йыхăр (В.Эктел, 1996, 58 с.); инçетлĕхе çывăхлат (Ю.Сементер //Я-в, 1999, 11—12 /, 9 с.).

мещенлĕх

п.с. Ăс-хакăл нишлĕхĕ; мещен йăли-сăлайĕ. Виçĕ уйăх пурăнтăмăр унпа, телефон юпи çумне хушса кăна кĕвĕçмерĕ. Ку вăл мещенлĕх. А.Емельянов, 1975, 97 с. Анна ултавçăсен çулне пӳлет, мещенлĕхе хирĕç тан мар çапăçăва тухать. ЧС, 1994, 9 кл., 352 с. Çеçпĕл хăй мещенлĕхе хирĕç кĕрешетĕп тесе шутланă. ÇХ, 1997, 50 /, 8 с. [К.Иванов режиссер] мещенлĕхе, вак-тĕвек харкашăва, эгоизма тӳсме пултарайман. Х-р, 9.01.2002, 4 с. — мещенлĕх кирĕкĕ (С.Шавлы //К-н, 1959, 11 /, 5 с.); мещенлĕх авăрĕ (Ю.Артемьев, 1980, 4 с.); мещенлĕх кăмăски (К-н, 1983, 19 /, 2 с.); мещенлĕх лачаки (Г.Федоров, 1996, 172 с.); мещенлĕх мăкĕ (Ю.Айдаш, 1991, 29 с.); мещенлĕх палли (ЧЛ, 1994, 11 кл., 224 с.); — ВЧС, 1971, 343 с.; ЧВС, 1961, 234 с.; Егоров, 1954, 115 с.

пайрăм

п.с. Пĕр-пĕр япалан пĕчĕкçĕ пайĕ (сыпăкĕ); деталь, компонент, элемент. Талантлă поэтсем ăсласа тунă чăн-чăн илемлĕх пайрăмĕсен пахалăхĕ вăл — вĕсен ӳкерчĕклĕхĕпе ансатлăхĕ. А.Горшков //Чăваш илемлĕ литература чĕлхи. 1978, 67 с. Калаçусен чылай пайрăмĕ, паллах, асран тухса ӳкнĕ. Я-в, 1991, 11 /, 5 с. Кунта [хайлавра] пĕр пайрăм та ытлашши мар. ÇХ, 1998, 48 /, 9 с. — пĕрешкел пайрăмсем (В.Каховский, 1984, 77 с.); витĕмлĕ пайрăмсем (Ю.Артемьев, 1988, 59 с.); символла пайрăмсем (Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 27 с.); вак-тĕвек пайрăмсем (В.Егоров //Х-р, 26.09.1992); сăнарлă шухăш пайрăмĕсем (Г.Федоров, 1994, 21 с.); чĕрĕ пайрăмсем (ЧЛ, 1994, 11 кл., 212 с.); уйрăм пайрăмсем (Х-р, 25.08.1998, 3 с.); тĕп пайрăм (Ç-т, 1998, 1 /, 2 с.); — пайрăм ăсти (ЧЛ, 1994, 11 кл., 151 с.).

предпринимателлĕх

ç.с. Предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ, ĕç пуçарулăхĕ; пуçару ĕçĕ, услам ĕçĕ, бизнес. Предпринимател[ь]лĕх производ-ствăна аталантарма, экономика ыйтăвĕсене татса пама май патăр. Х-р, 21.04.1994, 2 с. ЧР Предпринимател[ь]лĕхе пулăшу парас тата ал ăсталăхне аталантарас ĕç министерстви. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Предпринимател[ь]лĕхе симĕс çутă [Пуçелĕк]. Х-р, 11.09.2001, 1 с. — пĕчĕк предпринимательство (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); вак предпринимательлĕх (Х-р, 4.03.2003, 1 с.); — предпринимательство ĕçĕ (ÇХ, 1997, 49 /, 3 с.).

предпринимательлĕх

ç.с. Предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ, ĕç пуçарулăхĕ; пуçару ĕçĕ, услам ĕçĕ, бизнес. Предпринимател[ь]лĕх производ-ствăна аталантарма, экономика ыйтăвĕсене татса пама май патăр. Х-р, 21.04.1994, 2 с. ЧР Предпринимател[ь]лĕхе пулăшу парас тата ал ăсталăхне аталантарас ĕç министерстви. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Предпринимател[ь]лĕхе симĕс çутă [Пуçелĕк]. Х-р, 11.09.2001, 1 с. — пĕчĕк предпринимательство (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); вак предпринимательлĕх (Х-р, 4.03.2003, 1 с.); — предпринимательство ĕçĕ (ÇХ, 1997, 49 /, 3 с.).

предпринимательство

ç.с. Предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ, ĕç пуçарулăхĕ; пуçару ĕçĕ, услам ĕçĕ, бизнес. Предпринимател[ь]лĕх производ-ствăна аталантарма, экономика ыйтăвĕсене татса пама май патăр. Х-р, 21.04.1994, 2 с. ЧР Предпринимател[ь]лĕхе пулăшу парас тата ал ăсталăхне аталантарас ĕç министерстви. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Предпринимател[ь]лĕхе симĕс çутă [Пуçелĕк]. Х-р, 11.09.2001, 1 с. — пĕчĕк предпринимательство (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); вак предпринимательлĕх (Х-р, 4.03.2003, 1 с.); — предпринимательство ĕçĕ (ÇХ, 1997, 49 /, 3 с.).

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вак

1.
прорубь
вак урлă каçрăм — я перешел прорубь

вак

2.
мелкий
вак выльăх — мелкий скот
вак тĕвек — мелочь
вак укçа — мелкие деньги
вак тĕвек йапаласем — мелочи
вак тĕвек сутакан — мелочной торговец
вак-тĕвек ĕçлĕ — ...

вак ту

син.: вак тăв
укрошить

вĕтĕ

син.: вак, ăшăх
мелкий
ватти-вĕттипе — все и старые и малые
вĕтĕ мăйăр — кедровый орех
вĕттĕн утать — мелким шагами ходит

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

лепта

пус, вак укçа. Çавăн чухне пĕр мĕскĕн тăлăх арăм пынă та укçа яракан арчана икĕ лепта (икĕ пус) янă [О боге 1891:88]; Пĕр мĕскĕн тăлăх арăм та çавăнта икĕ лепта (икĕ вак укçа) хунине курсан Вăл каланă: чăн калатăп сире: çак мĕскĕн тăлăх арăм пуринчен те ытла хучĕ [Новый 1911:169].

Русь

вырăссен ĕлĕкхи патшалăхĕ. Вырăссен ĕлĕкхи патшалăхин (Руçĕн) тĕрлĕ пайĕсене вак-тĕвек князьсем пăхса тăнă, вĕсем Киев князьне пăхăнса пурăннă, ăна аслă князь тенĕ [Война 1915:23].

шел

шалккă. Пысăк укçа илсе вак укçа пама шел (шалкă) мар, анчах тавар сутас ĕç пулмĕ тесе пĕр вăхăтра Иоанн атте çине ăшăмра çилентĕм [Отец 1904:31].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бетон

сущ.муж.
бетон (вак чулпа, хăйăрпа çăрса хытарнă цемент); армированный бетон арматурăллă бетон

буржуазия

сущ.жен.
буржуази (капитализм чухне пуçпулса тăракан класс); мелкая буржуазия вак буржуази

галька

сущ.жен.
вак чул, шак чул (шыв хĕрринчи)

гравий

сущ.муж.
вĕтĕ чул, вак чул, шак чул; дорога покрыта гравием çул çине шак чул сарнă

грош

сущ.муж., множ. гроши
1. çур пус (вак укçа)
2. множ. гроши йунĕ хак, сахал укçа; продать за гроши йунĕ хакпа сут ♦ грош цена ниме те тăмасть; гроша ломаного не стоит çур пуса та тăмасть; ни в грош не ставить ним вырăнне те ан хур

десятичный

прил.
вуншарлă; десятичные дроби вуншарлă вак; десятичная система мер вуншарлă виçе системи

деталь

сущ.жен.
1. (син. часть) пай, деталь; детали часов сехет пайĕсем
2. (син. подробность) вак-тĕвек, вакки-тĕвекки; входить во все детали вакки-тĕвекки таранах тишкер

дефис

сущ.муж.
дефис, кĕске йĕр (сăмах пайĕсене çыхăнтараканни, сăм., атте-анне, вак-тĕвек)

долбить

глаг. несов.
1. шакка, такка, шăтар; долбить стену стенана шăтар; долбить прорубь вак кас (пăра шăтарса)
2. (син. говорить, повторять) суп, кала; он целый день долбит одно и то же вăл кунĕпех пĕр япала çинчен каласа супать

дробь

2. сущ.жен., множ. дроби
вак; десятичные дроби вуншарла ваксем

знаменатель

сущ.муж. (ант. числитель)
знаменатель (вак хисепре — пĕр цифра миçе пая пайланнине кăтартакан цифра)

карманный

прил.
кĕсье -ĕ; карманные часы кĕсье сехечĕ; карманный вор кĕсье вăрри ♦ карманные расходы вак-тĕвек тăкак

копилка

сущ.жен.
пухкăч (вак укçа пухмалли савăт); копилка в форме кошки кушак кĕлеткиллĕ пухкăч

мелкий

прил., мелко нареч.
1. (ант. крупный) вĕтĕ, вакă, вак; мелкий песок вĕтĕ хăйăр; мелкие деньги вак укçа; картофель нынче мелок çĕр улми кăçал вĕтĕ
2. (ант. крупный, мощный) пĕчĕк, вакă, вăйсăр; мелкие фирмы пĕчĕк фирмăсем; мелкие производители вак производительсем
3. (ант. глубокий) ăшăх; мелкий пруд ăшăх пĕве ♦ мелкий рогатый скот сурăх-качака; мелкий чиновник пĕчĕк ĕçри тӳре; мелкий ремонт кăшт-кашт юсани; он мелко плавает унăн хевти сахал; мелкая душонка пархатарсăр чун

мелочь

сущ.жен., множ. мелочи
1. вак-тĕвек; купить мелочи по хозяйству хуçалăхра кирлĕ вак-тĕвек туян
2. собир. вак укçа; пять рублей мелочью пилĕк тенкĕ вак укçа ♦ размениваться на мелочи вак-тĕвек ĕçпе айкаш

мировой

2. прил.: мировой судья мировой судья (тавлашуллă вак ыйтусене пăхаканни)

монета

сущ.жен.
укçа, вак укçа; серебряная монета кĕмĕл укçа; монета в десять копеек вунă пуслăх укçа

народность

сущ.жен.
халăх, йăх-ăру; малые народности Севера Çурçĕрти вак халăхсем

объединение

сущ.сред.
1. пĕрлешни; пĕрлештерни; объединение мелких фирм вак фирмăсене пĕрлештерни
2. (син. предприятие, организация) пĕрлешӳ; производственное объединение производство пĕрлешĕвĕ; творческие объединения пултарулăх пĕрлешĕвĕсем

оптовый

прил.
курттăм; оптовая цена курттăм хак; оптовая и розничная торговля курттăм тата вак суту-илӳ

предпраздничный

прил.
уяв умĕнхи; предпраздничное настроение уяв умĕнхи çĕкленчăк кăмăл
сущ.муж., предпринимательница жен.
ĕç пуçаруçи (харпăр укçи-тенкипе суту-илӳ е производство йĕркелекен); мелкие предприниматели вак ĕç пуçаруçисем

прорубь

сущ.жен.
вак (пăр касса тунă шăтăк)

розничный

прил.
вак; ваккăн сутакан; розничные цены ваккăн сутакан хаксем

сердиться

глаг. несов.
çиллен, тарăх, çилĕ тыт; сердиться из-за пустяков вак-тĕвекшĕн çиллен; я на тебя не сержусь эпĕ сана çилĕ тытмастăп

собрать

глаг. сов.
1. кого пух, пуçтар, пĕрлештер; собрать сельчан на помочь ял çыннисене нимене пух
2. что пуçтар, каплантар, туян; собрать коллекцию монет вак укçа коллекцийĕ пуçтар
3. что пухса кĕрт, тат, кăлар; собрать вишню чие çырли тат
4. что (син. приготовить) хатĕрле; собрать вещи в дорогу çула тухма кирлине хатĕрле; собрать поесть апат хатĕрле
5. что (ант. разобрать) пух, пуçтар, пухса хатĕрле; разобрать и собрать ружьё пăшала сӳтсе пуçтар

торговля

сущ.жен.
суту-илӳ, сутă; розничная торговля вак суту-илӳ; оптовая торговля курттăм суту-илӳ; вести торговлю сутă ту; получить лицензию на торговлю сутă тума лицензи ил

числитель

сущ.муж. (ант. знаменатель)
числитель (вак хисепре — пайланакан цифра)

числиться

глаг. несов. (син. считаться)
шутлан, хисеплен, шутра тăр; он числится в отпуске вăл отпускра шутланать
сущ.сред.; множ. числа
1. хисеп; целое число тулли хисеп; дробное число вак хисеп
2. (син. день, дата) кун; в первых числах мая çу уйăхĕн малтанхи кунĕсенче; Какое сегодня число? Паян хăш кун?
3. хисеп (грамматикăра); единственное число пĕрреллĕ хисеп; множественное число нумайлă хисеп; в том числе вăл шутра, çав шутра; без числа имсĕр-сумсăр, шутсăр нумай

щебень

сущ.муж., щебёнка жен.
вак чул, вакланчăк чул (строительствăра, çул-йĕр тунă çĕрте усă кураканни); покрыть дорогу щебнем çул çине вак чул сар

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сав

любить. Янтик. † Пурçăн явлăк пур, тетĕр, пĕртте çыхса тухмастăр; савап, савап — тиетĕр, кучченеç те памастăр. Алешк. † Ай-хай, савнă тусçăм, хура куçăм, илсен илмесен те савса тăр. Альш. † Пĕчĕкçĕ çырма, вак чуллăх, кĕпер ан хыв, ут сиктер. Савнипелен савманни сăмах ан хуш, куç сиктер. Ib. † Чипер ача, сар ача, савăп — кайăп мĕн тăвăн? Буин. † Икĕ савса сар хĕр эпĕ ӳстертĕм. Ст. Ганьк. † Сарă хĕрсене кам савĕ, савсан савĕ сар каччă (разве он, а то кроме него никто). С. Айб. † Пуян хĕрĕ савмалăх, ашшĕ ятне ямалăх. || Радоваться. Ст. Ганьк. † Хурама йывăç тăрринче сарă кайăк ларать сарăлса, савса (радостно) сарăлса ларнă чух çавра çил килчĕ — çавăрчĕ. ТХКА 60. Юр та карĕ, пăр ирĕлсе пĕтрĕ. Çанталăк ăшă, пит ăшă. Хĕвелĕ те хĕртсе, савса пăхать те. || Обрадовать. Ерк. 169. Халĕ ĕнтĕ ленкрĕн алла тĕппипе, тавăрттарăп — чуна савăп виллӳпе. Каласа пар: мĕншĕн килтĕн эс кунта? Мĕнле шухăш пăтрантарать пуçăнта? || Ласкать, миловать. Ашшĕ-амăшне. Вăл (она) ун çине пăхса ăна куçĕсемпе савса çеç ларнă. Учите детей. Ача мĕн те пулсан аван тусан, саврăн — çитрĕ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне амăшĕ савать (йоратать). Юрк. † Сӳлĕ тусем çине улăхнă чух ука хӳрелĕ хĕрсем тĕл пулчĕç, аллисемпе йĕтĕн сараççĕ, куçĕсемпе пире саваççĕ. Альш. Çурăмĕнчен лăп-лăп савать (ласкает). Собр. † Мирун кинин ачине çын савайми тиеççĕ, эпир тытса саврăмăр. || Гладить ласково (напр., по головке, по спине). Изамб. Т. Каçантан саваççĕ (гладить по спине). Ib. Ача йытта каçанĕнчен саврĕ. N. † Пуç тăрринчен тăрлаççĕ, çурăмсенчен саваççĕ, аяксенчен тапаççĕ, ларми тăми тăваççĕ. Турх. † Икĕ çунатна ман умма хутласассăн, эпĕ сан тĕкне аллăмпа савăттăм. || Уважать. Якейк. Çак кил хуçи пит савмалла çын. Этого хозяина можно уважать.

сапаланчăк

(-џ̌ы̆к), разбросанный, рассыпанный; разбросанно. СПВВ. НН. Сред. Юм. Сôрăхсĕм пит сапаланчăк çӳреççĕ, кайса хăваласа пуçтарса килĕр-ха çавсĕне. Чăв. ялĕ. Анисем сапаланчăк, уй урлă уй выртать. Янтик. Ку кĕпесене ма пит сапаланчăк прахнă (разбросанно). Кан. Сапаланчăк выртакан анасене пĕр çĕререх пухса, вак-тĕвек анасене шултăралатмалла. || Брызги. Дик. леб. 41. Шыв сапаланчăкĕ вĕсене, çумăр çуса йĕпетнĕ пек, лачкам тунă. || Отрепья. Янтик. Ку кĕнеке сапаланчăкне (отрепья) кăçта исе каян эс?

сарă полă

назв. рыбы. Якейк. Шемшер. † Çавал варне вак касрăм, сар поллине шыраса.

сахал йышлă

малочисленный. Пир. Ял. Вак халăхсем хушшинче каракас халăхĕ чи сахал йышлă.

сышчĕк

сборщик податей (архаизм). Чертаг. Касман укçа каснара, пур вак укçа сышчăкра (у сборщика податей). См. шушчăк.

сунтăх

сонтăх (суяды̆х, сонды̆х), ящик, сундук. См. сунтăк. Питушк. Сĕтел сонтăхĕ. Ст. Шаймурз. Юрла кăна, юрла, тиетĕр, юррăм юман сунтăх тĕпĕнче. N. † Юрлăттăм, юрлăттăм, ай, юррăм çук, юррăм юман сунтăх ăшĕнче. Альш. † Манăн юррăмсем юман сунтăхра. Ст. Шаймурз. † Ай-хай, иртсе пыран çамăрăк ĕмĕр, йĕс сунтăха хупса чарас çук. || Лавка в передней части избы с ящиком или полочкой внизу для посуды и проч. См. сунтăх сакки. К.-Кушки. Йинке, шăвăç тирке ăçта лартнă? — Сунтăха лартнăччĕ. Эпир çур. çĕршыв 11. Тĕпелте кашăк-тирĕк вырăнĕ çакăнса тăрать, аялта сунтăх ларать. Альш. Кăмака умĕнче сунтăх: унта кашăк-тирĕк хураççĕ ăшне. Чертаг. Сôнтăх = çăккăр-яшка хумалли вырăн. || Юрк. Сунтăх, сак айĕ. Унта путек яраççĕ. || Шкап без дверек для тарелок и проч., прибитый к стене. N. Сунтăх вăл шкап пек, анчах унăн хуппи çук; хупăлă пулсан, вăл шкап пулат. Сунтăха тĕрлĕ япаласем хураççĕ: чейник, чей-чашкисем, тата ытти вак-тĕвĕк япаласем. || Ларец. N. † Пĕчĕкçеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. Трхбл. Пĕчĕккеççĕ сунтăхра чунăм пур. (Чĕпĕленнĕ çăмарта; алă тымарĕ, пульс). || Пенал. Трхбл. К.-Кушки. Мана тете икĕ хупăлă сунтăх илсе пачĕ. || Четыреугольная корзина, часто с крышкой. Кĕвĕсем. Хăваран сунтăх авăтăм — хăва хуппи сĕвĕнмес. Ib. Сунтăх-сунтăх сар мăйăр, çисен çимесен те катса пăх. Юрк. Сунтăх = пĕчĕкçĕ пуркă, тăваткăлскер. Ст. Шаймурз. † Хăваран сунтăх тăвăттăм, хăва хуппи сĕвĕнмест. См. сунтек. || Узор на груди женской рубахи по обеим ее сторонам. КС.

супăнь курăкĕ

то же, что супăн курăкĕ. Хурамал. Супăнь курăкĕ, lychnis, татарское мыло; барская спесь (красн. цветы). МПП. Супăнь курăк. Сурчăкпа сурать те, алпа сĕркелесех кăпăкланса каять; вара пите сĕреççĕ те, пит хĕп-хĕрлех пулса каять. Н. Седяк. Супăнь курăк, çӳлĕ хĕрлĕ вак чечеклĕ пулать, йĕпе вырăнта ӳсет. П. И. Орл., Д. С. Серг. Супăнь курăк; ку курăкпа ачасем пит çуса аппаланаççĕ.

сурчăк

сорчăк (сурζ’ы̆к, сурџ̌ы̆к , сорџ̌ы̆к ), плевок, слюна. ЧП. Хамăр савни чуптусан, сурчăкĕсем пыл пак туйăнать. Альш. † Савнă-ях та тăванăмсене (родных) эп чуптурăм, сурчăкăмсем кайрĕç пыл пулса. Синьял. † Атăл варне вак касрăм, пăрĕ карĕ те, сулă пулчĕ; чун савнине чуптурăм: сурчăк карĕ — пыл пулчĕ. Орау. Çук чухне чăтан епле пулсан та: сурчăка çăтса çӳрен вара (относительно курева). Ib. Сурчăкне те аран-аран сурса кăларать (с трудом отхаркивает). Ib. Сурчăк çăтса та анмаçт, темĕскер пыр шăтăк типсе ларчĕ (пересохло в горле). N. Сорчăка каялла çоласа илес çок. О сохр. здор. Ун пек ӳсĕрнĕ чухне ача сурчăкне кăларма хăтланса аллисемпе мĕне те пулин ярса тытма тăрăшать. Туперккульос 4. Сывмар çын, ӳсĕрсе, сурчăк пĕрчисене сывлăма пĕрĕхтерсе ярать. || Сред. Юм. Çиппе кăмакана хываччин кайса çăвас тессине: çип сôрчăк кайса кăларас, теççĕ. N. çип сурчăкĕ. См. кантăр.

çарăлтаттар

понуд. ф. от çарăлтат. N. Çумăрлă кун (в дождливую погоду) урам тăрăх пĕр çын çарăлтаттарса темĕскер (надтреснутым голосом) кăшкăрса пырать: выртан-тăран вак-тĕвек пуçтарать.

çырма

(с’ырма), река; речка. Ск. и пред. чув. 91. Çумăр çырма пек юхать. Альш. † Çырма тĕпне вак касрăм, тур лашана шăварма. N. Çырма тесе юхса выртакан шыва калас. НАК. Ял тулашĕнче, пĕр-пĕр шывлă çырма хĕрринче. Юрк. Çырма урлă каçмалла. Трхбл. Çырмара ейӳ тухнă. Вăл тĕлте ейӳ сарăлат. || Овраг. Янш.-Норв. † Çинçе çырмара виç кукăр, кукри сайран куккук йăви, куккук! тиен пĕри çук. Сред. Юм. Çырмана шыв аннă тесе çорконне йор ирĕлсе çырмара шыв йоха пуçласан калаççĕ. Якейк. Çырмаялла виçĕ ача анса карĕç.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

мăн çул

большая дорога. ЙФН. † Мăнкун килет мăн çулпа, иртсе каять вак çулпа.

çут полă

, çутă пулă, назв. какой-то рыбы. Б. Аккоз. Шемшер. † Атăл варне вак касрăм çут поллине шыраса.

çут черкке

рюмка с водкой. Шемшер. † Атăл варне вак касрăм, çут поллине шыраса; атте патне килтĕмĕр, çут черккине шыраса.

çаварни чуп

кататься на лошади на маслянице. Савруши. † Ĕçекенсем юрла-юрла çӳреççĕ, ăрам тăрăх çăварни чупса. N. Вак-тĕвек ачасем кăнтăрла çăварни чупаççĕ, яш-кĕрĕмсем каçхине çăварни чупаççĕ.

çăтăх

(с’ŏдŏх), прожорливый, жадный. КС. Баран. 117. Уланкă çăтăх, хаяр пулă: вăл вак пулăпа тăранса пурăнать, хурт-кăпшанкă та нумай çиет.

çĕткеле

учащ. ф. от гл. çĕт. Кан. Тевĕш тата ытти вак-тĕвек япаласем чылай çĕткеленĕ (пропало).

таврари ырăсем

назв. духов. М. Васильев. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман; вĕсем, парне памасан, çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне паракана тĕрлĕ усалтан сыхланă.

танаш

(танаш), равняться, сравниваться, уравниваться. См. танлаш. КС. Тавай иксĕмĕр танашса пăхар. В. Олг. Танашса ларса. Стало вровень. Йӳç. такăнт. 19. Эпĕ ăçтая санпа танашăп? Догаево. Çуркуннене пуш уйăхин тăххăрăмĕш кунĕнче шутлаççĕ, мĕншĕн тесен çав вăхăтра кун çĕрпе танашать. Беседы. Вăл нимĕн пĕлмен ăссăр выльăхсемпе танашать. Хорачка. Манпа танак (= танах) танашат вăл. Полтава 82. Çар ушкăнсем вырăна ав тăраççĕ танашса (равняются полки). Якейк. Ну, ачасам, танашса пăхăр-ха: хăшĕ çӳллĕ, хăшĕ лотра. || Поверстаться. N. Танашрăм. Я поверстался. || Поровняться. КС. Эсир иксĕр хăвăр танашăр.— Танашасшăн мар вăл. Ib. Ĕçлеттерекен хуçанăн вак укçа пулмасан, ĕçлекеннисем укçисене ушкăнăн-ушкăнăн илеççĕ те, кайран пĕр-пĕринпе танашаççĕ. КС. Макçăмпа Йăван танашса пăххăрĕç те, Макçăм çӳллĕрех.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

анархизм

анархизм (1. марксизм-ленинизма хирĕç пырахан, анархи йĕркишĕн тăракан, нимĕнле влаçа та йышăнман вак буржуалла контрреволюцилле юхăм; 2. авторитета йышăнманни, никама пăхăнманни).

галантерея

галантерея (ҫи-пуҫ валли кирлӗ тӗрлӗ вак-тӗвек япала: чӑлха, йĕп-ҫип, лента, пиççиххи, тура, т. ыт. те).

деньги

укҫа; укҫа-тенкӗ; бумажные деньги хут укҫа; мелкие деньги вак укҫа; наличные деньги ҫумри укҫа.

десятичный

вуншарлӑ; десятичная дробь вуншарлӑ вак.

деталь

ж 1. деталь, пай (машинӑн, механизмӑн пайĕ); 2. вак-тĕвек; тӗпӗ-йĕрӗпе кӑтартса пани; изложить со всеми деталями тӗпĕ-йĕрӗпе каласа пар.ӳ

дискриминация

дискримиаци, дискриминацилени (капитализм ҫӗршывĕсенче вак халӑхсен прависене хĕсни, урӑх раса ҫыннисене, тан мар тесе шутласа, пусмӑрласа хӗсӗрлени).

дробный

вак, вакланӑ (хисеп).

дробь

ж 1. пӑшал етри; 2. вак; простая дробь ахаль вак; десятичная дробь вуншарлӑ вак; неправильная дробь тӗрĕс мар вак.

загромождать

что несов., загромоздить, -зжу сов. 1. йӗркесӗр хурса (лартса) тултар, каплантар, купаласа пÿл; 12. чылай кӗртсе тултар; писатель загромоздил повесть ненужными подробностями писатель повеçе кирлĕ-кирлĕ мар тĕвек япала кĕртсе тултарнă.

знаменатель

м. знаменатель (вак хисепӗн аялти хисепӗ).

коробейник

устар. коробейник (пусма таврашӗпе вак-тӗвек япаласене (мануфактурӑпа галантерея таварĕсене) ял тӑрӑх таварне хӑй йӑтса сутса ҫÿренӗ усламҫӑ).

лезть

лезу несов. 1. хӑпар, улӑх (ту ҫине); 2. кӗр; не лезь в воду шыва ан кӗр; колесо не лезет на ось кустӑрма тӗнӗле кӗмест; 3. ҫыпҫӑнса тарӑхтар, йӑлӑхтар; по пустякам не лезь ко мне вак-тӗвекпе ан тарӑхтар (йӑлӑхтар) мана; 4. тӑкӑн; волосы лезут ҫÿҫ тӑкӑнать; 5. тӑрӑн, тирӗн; куда лезешь? ӑҫта тӑрӑнан? ӑҫта тирӗнен?

мелкий

1. вак (укҫа), вӗтĕ (пулӑ); 2. ӑшӑх (шыв); 3. елеке, елпешке (савӑт); 4. пӗчĕк (чиновник); мелкий дождь вӗтӗ ҫумӑр; мелкая буржуазия вак буржуази.

мелкособственнический

вак харпӑрлӑхлӑ.

мелочный

и мелочной кӑткӑс ҫын, вак-тӗвек япалашӑн тӑрӑшакан ҫын, вак-тӗвеке, ниме тӑман япаласене пысӑка хуракан ҫын, ҫӗтӗк чунлӑ ҫын.

мелочь

ж. 1. вак-тӗвек, вӗт-шак, вӗт-шакӑр, вӗтӗ япала; 2. вак укҫа; я по мелочам забрал у него деньги ваккӑнах илсе пӗтертӗм унтан укҫана; 3. кирлӗ-кирлӗ мар япала; мелочи жизни пурнӑҫ мыскарисем, пурнӑҫри пули-пулми япала.

мещанин

устар. 1. мещен (революциччен хулара вак-тӗвек сутӑ туса пурӑннӑ ҫын); 2. перен. хӑйӗн пули-пулми интересӗсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшакан ҫын.

размазывать

что несов., размазать, -жу сов. 1. пĕтĕмпех сĕрсе тух; 2. перен. вак-тĕвек япаласем ҫинче чарӑнса тӑрса, питӗ тӑсӑк каласа пар.

разновес

вак кире (виҫе) пуканӗсем, вак тараса пуканӗсем.

распыление

1. пӗрӗхтерсе салатни; 2. перен. ваккӑн (вак предприятисем ҫине) салатса пӗтерни (укҫана).

рухлядь

ж. мн. нет разг. килти кирлӗ-кирлӗ мар кивӗ япала, тĕрлĕ вак-тӗвек, ӑпӑр-тапӑр.

скрупулёзный

вак-тӗвеке те шута илсе питӗ тӗплӗ, тӗрӗс тунӑ (анализ, сӑнав).

собственнический

харпӑрлӑхлӑ, харпӑрлӑхшӑн хыпӑнакан; мелкособственническое хозяйство вак харпӑр-лӑхлӑ хуҫалӑх.

шифоньерка

шифоньерка (кӗпе-йӗм тата вак япаласем тытмалли пӗчӗк шкап).

педантизм

педантизм (пурнӑҫра та, наукӑра та формальней шухӑш-хушусене, ниме тӑман вак-тӗвексене питӗ пысӑк вырӑна хуни).

плавать

несов. иш, ишсе ҫӳре, юхса ҫӳре; мелко плавает пултарусӑр, начар (ӗҫлет), вак-тӗвек ӗҫ тума ҫеҫ пултарать.

поделка

вак-тĕвек япала туса хатӗрлени, юсани, ҫавӑн пек япала.

подробность

ж. япалан вак-тĕвек енĕсем; не вдавайся в подробности вак-тĕвек ҫинче ан чарăнса тăр.

подробный

тӗпӗ-йӗрӗпе, вак-тĕвек енĕсене кӑтартса, ним хӑвармасăр, тӗплӗ (каласа пани); подробный отчёт тĕплĕ отчёт.

пожитки

-ков вак пурлӑх, вак-тӗвек япаласем.

препираться

с кем, с чем разг. несов. вак-тӗвек япалашӑн пӗр-пӗринпе хирӗҫме, харкашма, тавлашма.

производство

мн. нет 1. производство; мелкое (крупное) произведет вак (шултра) производство; кустарное производство алӑсталӑхĕ; орудия производства производство хатӗрӗсем; 2. туни, туса кӑларни; производство стали хурҫӑ туса кӑларни; учиться без отрыва от производства ӗҫлеме пӑрахмасăрах, ӗҫленӗ вӑхӑтрах вĕрен.

прорубь

ж. вак, вакӑ (пӑр шӑтӑкĕ).

частность

ж. уйрăммăн илнĕ япала, уйрăм вак ыйту; в частности уйрăммăн илсен, уйрăммăнах, сăмахран.

черепица

черепица (çурт çине витмелли тăмран тунă вак хăмасем)

чопорный

çын умĕнче хăйне ытла тиркешсе тыткалакан, вак-тĕвек йăласене питĕ хисеплекен, чăкăлтăш çын.

теребить

, -блю, -бишь кого, что несов. 1. турт, тăпăлтар, çăл, тăпкала; лăска (çӳçрен); 2. тат, çăл (кантăр, йĕтĕн), чав, чавала (çăм); 3. перен. турткала, чăрмантар (пĕрмаях вак-тĕвек ыйтусем парса).

торгаш

разг. усламçă, вак-тĕвек таварпа сута тусах нумай пайта илекен.

тред-юнионизм

тред-юнионизм (рабочи класа политика кĕрешĕвĕ кирлĕ мар, унăн хăйĕн пурнăçне экономика тĕлĕшĕнчен çеç лайăхлатса пымалла текен вак буржуалла юхăм).

хозяйство

хуçалăх; сельское хозяйво ялхуçалăх; единоличное хозяйство харпăрла хуçалăх, пĕччен хуçалăх; коллективное хозяйство пĕрлешӳллĕ хуçалăх; мелким хозяйством из нужды не выйти (Ленин) вак хуçалăхпа нушалăхран тухма çук.

бедняк

чухăн, чухăн çын; вак хуçалăхпа уйрăм пурăннăран чухăнланса çитнĕ хресчен.

безделица

ниме тăман япала, ниме юрăхсăр вак-тĕвек япала.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

вак

вак

вĕтĕ

вак, кечкенә

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

буржуазия

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

копейка

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

кустари

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

малый

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

мелкий

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

розница

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

розничный

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

самодийцы

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

собственник

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

цена

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

товарооборот

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

торговля

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Çавăн пекех пăхăр:

Вайулла вак вак çул вак ту « вак-тĕвек » вак-тĕвеклен вак-шак вака ваканси вакансия

вак-тĕвек
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org