Шырав: чăвашла

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

акăлчанла

по-английски
акăлчанла-чăвашла словарь — англо-чувашский словарь
акăлчанла çыр — писать по-английски

акцент

2.
акцент (ют чĕлхепе калаçнă чухне сăмахсем урăхларах тухни)
акцентсăр калаç — говорить без акцента
чăвашла вырăс акценчĕпе калаç — говорить по-чувашски с русским акцентом

арабла

по-арабски
арабла калаç — говорить по-арабски
арабларан чăвашла куçар — переводить с арабского (языка) на чувашский язык

венгрла

по-венгерски
венгрла-чăвашла словарь — венгерско-чувашский словарь
венгрла калаç — говорить по-венгерски
венгрларан куçарнă калав — рассказ, переведенный с венгерского

вырăсла

по-русски, на русский лад
вырăсла кăмака — русская печь
вырăсла кĕнеке — книга на русском языке
вырăсла телепередача — телепередача на русском языке
чăвашла-вырăсла словарь — чувашско-русский словарь
вырăсларан куçар — переводить с русского
вырăсла куçар — перевести на русский язык
вырăсла хапха умĕнче сар хĕр тăрать савăнса — фольк. перед воротами стоит красивая девушка и радуется

итальянла

по-итальянски
итальянла-чăвашла словарь — итальянско-чувашский словарь
итальянла калаç — говорить по-итальянски

кас

15.
бойко говорить
резать, шпарить
прост.
чăвашла касать кăна — она так и шпарит по-чувашски
нимĕçле касаççĕ кăна — они так и шпарят по-немецки

кастар

8.
бойко говорить
резать, шпарить
прост.
чăвашла кастар — шпарить по-чувашски

нимĕçле

по-немецки, на немецкий лад
нимĕçле кĕнекесем — книги на немецком языке
нимĕçле калаç — говорить по-немецки
нимĕçлерен чăвашла куçар — перевести с немецкого языка на чувашский


нимĕçле пуранă пӳрт
— дом, срубленный в лапу (без внешних углов)

перкелеш

3. разг.
пытаться говорить, объясняться (на неродном языке)
вăл чăвашла перкелешет — он немного говорит по-чувашски

плакат

плакатный
чăвашла плакатсем — плакаты на чувашском языке
плакат мастерскойĕ — плакатная мастерская
плакат стилĕ — плакатный стиль
стена çинче плакатсем çакăнса тăраççĕ — на стене висят плакаты

словарь

словарный
ăнлантару словарĕ — толковый словарь
диалектологи словарĕ — диалектологический словарь
икĕ чĕлхеллĕ словарь— двуязычный словарь
орфографи словарĕ— орфографический словарь
терминологи словарĕ — терминологический словарь
фразеологи словарĕ — фразеологический словарь
чăвашла-вырăсла словарь — чувашско-русский словарь
энциклопеди словарĕ — энциклопедический словарь
словарь ĕçĕ — словарное дело, словарная работа
словарь статйи — словарная статья
словарьпа куçар — переводить со словарем

сут

4. перен.
обводить, обставлять прост.
брать верх
вăл чăвашла сана сутса ярĕ — он тебя обставит по части чувашского языка

таса

чисто, правильно, грамотно
вăл чăвашла таса калаçать — он чисто, без акцента говорит по-чувашски

тăлмач

переводческий
нимĕçлерен чăвашла куçаракан тăлмач — переводчик с немецкого языка на чувашский
тăлмачсен факультечĕ — переводческий факультет
тăлмач пулăшнипе калаç — разговаривать через переводчика

те

2.
называть, именовать
колибри текен кайăк — птица, называемая колибри
çакна чăвашла мĕн теççĕ? — как это называется по-чувашски?

тĕрĕс

правильно, безошибочно, верно
тĕрĕс хурав — правильный ответ
тĕрĕс çулпа пыр — идти по верному пути
чăвашла тĕрĕс калаç — правильно говорить по-чувашски
хуçалăха тĕрĕс ертсе пыр — умело, правильно руководить хозяйством
тĕрĕс мар — 1) неправильный, неверный 2) неправильно, неверно
тĕрĕс мар кала — искажать, извращать; говорить неправду

турккăлла

по-турецки
турккăлла кĕнеке — книга на турецком языке
турккăлла-чăвашла сăмахсар — турецко-чувашский словарь
турккăлла калаç — говорить по-турецки
турккăлларан куçар — переводить с турецкого

тух

16.
получаться, выходить как-л.
кулăшла тухать — получается смешно, выходит смешно
унăн чăвашла калаçни вырăсла тухать — он говорит по-чувашски с русским акцентом

узбекла

по-узбекски
узбекла кĕнеке — книга на узбекском языке
узбекла-вырăсла сăмахсар — узбекско-русский словарь
узбекла калаç — говорить по-узбекски
узбекларан чăвашла куçар — переводить с узбекского на чувашский

финла

по-фински
чăвашла-финла словарь — чувашско-финский словарь
кĕнекене финла куçарнă — книга переведена на финский язык

хаçат-журнал

газетно-журнальный
чăвашла хаçат-журнал — периодические издания на чувашском языке
центрта тухакан хаçат-журнал — центральные газеты и журналы, центральная пресса
хаçат-журнал çырнă тăрăх — по свидетельству прессы
хаçат-журнал чĕлхи — публицистический язык, язык прессы
хаçат-журнал çырăнса илекенсен йышĕ ӳсет — численность подписчиков на периодические издания растет

хуравла

2.
отвечать
чăвашла хуравла — ответить по-чувашски
шӳтлесе хуравла — ответить в шутливом тоне
пĕр тăхтаса тăмасăр хуравларĕ — он ответил без промедления
ыйтăва хуравла — отвечать на вопрос
ячĕшĕн çеç хуравла —  отвечать формально
ма хуравламастăн? — почему ты не отвечаешь?
эпĕ сана çырупа хуравлатăп — я отвечу тебе письмом

чăвашла

чувашский

чăвашла

по-чувашски, на чувашском языке
на чувашский лад

чăвашла кĕнеке — книга на чувашском языке
чăвашла-турккала сăмахсар — чувашско-турецкий словарь
чăвашла калаç — разговаривать по-чувашски
чăвашларан нимĕçле куçар — переводить с чувашского на немецкий язык
вăл чăвашла пĕлет — он владеет чувашским языком

шеп

хорошо, отлично, прекрасно, замечательно
шеп çумăр — благодатный дождь
вăл чăвашла шеп калаçать — он прекрасно говорит по-чувашски

ăнкар

2.
понимимь, разбираться
смыслить
разг.
радиотехникăна ăнкар — разбираться в радиотехнике
каланине ăнкарсах каймарĕ — он не все понял из сказанного
эпĕ ку ĕçе кăшт-кашт ăнкаратăп — я мало-мальски смыслю в этом деле
чăвашла каланине ăнкар — понимать сказанное по-чувашски

французла

по-французски
нимĕçле-французла словарь — немецко-французский словарь
французла калаç — говорить по-французски
французларан чăвашла куçар — переводить с французского (языка) на чувашский (язык)

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

вĕренкĕч

ç.с. Вĕренӳ кĕнеки, учебник. Ман вĕренкĕчре унăн [Чапаевăн] сăн ӳкерчĕкĕ пурччĕ. А.Т.-Ыхра, 2000, 22 с. П.С.Сергеевпуçламăш классенчи чăвашла вĕрентӳ меслечĕсен никĕсне хывакансенчен пĕри, «Чăваш чĕлхине сăнаса вĕренмелли кĕнеке» вĕрентĕк кăларнă. Х-р, 10.09.1996, 1 с.

вĕрентĕк

ç.с. Вĕренӳ кĕнеки, учебник. Ман вĕренкĕчре унăн [Чапаевăн] сăн ӳкерчĕкĕ пурччĕ. А.Т.-Ыхра, 2000, 22 с. П.С.Сергеевпуçламăш классенчи чăвашла вĕрентӳ меслечĕсен никĕсне хывакансенчен пĕри, «Чăваш чĕлхине сăнаса вĕренмелли кĕнеке» вĕрентĕк кăларнă. Х-р, 10.09.1996, 1 с.

видеокассета

ç.с. 1. Видеопленкăна упракан лап-така, тăваткăл кăшкар; видеопленкăпа йĕнни. 1994 çулта... Шупашкарти «Контур» заводра «СВС» видеокассетăсем кă-ларассине йĕркеленĕ. Х-р, 29.10.1996, 1 с. Çĕнтерӳçĕсене... аудио- тата видеокассетăсемпе клипсем хатĕрлеме, ятарлă концертсем йĕркелеме пулăшăпăр. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с. «ИЦ-Контур» общество цехĕнче ... видеокассетăсене пушкарлакан хатĕр пулнă. К-н, 2002, 16 /, 15 с. 2. Видеопленка çине тӳрех е куçарса çырнă информаци (тĕсл., видеофильм, кинофильм видеокопийĕ). «Еткерте» çыр-тарса илнĕ видеокассетăна ярса Никоноровасен юррине итлетĕп. А-и, 2000, 1 /, 8 с. Килте «Однажды в Америке» фильм видео-кассетине пăхнă. ÇХ, 2000, 6 /. 5 с. Вулавăш фондне Айхи ... видеокассетăсемпе тата Франци поэчĕсен сăввисен пуххипе пуянлатрĕ. Х-р, 12.04.2001, 1 с. — чăвашла видеокассета (Х-р, 21.03.1996, 2 с.).

дубляж

п.с. Кинофильма е хаçата тепĕр чĕлхене куçарса кăларни; куçару. Çав вăхăтрах [фильмсен] дубляж пахалăхĕ пирки асăрхаттарусем нумай килеççĕ. КЯ, 21.05.1989, 3 с. Чăваш районĕсенче чăвашла хаçат дубляжпа тухни — наци туйăмне кӳрентерни. Х-р, 3.03.1993, 2 с. «Хресчен сасси» дубляжĕ пулĕ-и вăл е расна хаçат-и. Х-р, 21.02.1997, 3 с. Вăрçă хыççăн кинокартинăсене чăвашла калаçтарасси тапранса кайрĕ. «Дубляж» сăмах килсе кĕчĕ. Г.Ефимов //Х-р, 7.10.2000, 4 с. — дубляж-хаçат (ÇХ, 1999, 3 /, 1 с.); дубляж хаçачĕ (Х-р, 3.11.1999, 4 с.).

йăхташ

ç.с. 1. Тепринпе (е ыттисемпе) пĕр халăх йышне кĕрекен çын; ăруташлă çын. Йăхташăмăр тĕнче уçлăхне çĕкленчĕ. Я-в, 1990, 6 /, 3 с. Чăн чăвашлăха республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем упраççĕ. ЧТ, 1998, 5 /, 2 с. Урбино тухтăр ... хăйĕн йăхташĕсен чунĕ хытса мăкланнине хирĕç кĕре-шет. Ă-л, 1998, 4 /, 10 с. Кайнисенейăхташ хисепĕ, килессине — çемçе минтер. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 20 с. — тĕнче тăрăх сапаланнă йăхташăмăрсем, чăвашла пĕлмен йăхташăмăрсем (ÇХ, 1998, 5 /, 1 с.); мухтавлă йăхташăмăрсем (Х-р, 18.09.2001, 3 с.); —йăхташсен йыхравĕ (УС, 1999, 46—47 /, 7 с.); йăхташăмăрсен пурнăçĕ (ÇХ, 2000, 27 /, 4 с.); йăхташăмăрсен историйĕ (Х-р, 30.11.2000, 3 с.). 2. Тепринпе пĕр йышши чĕрчун. Выçă кашкăрсем вара юн шăршипе юнăхса, йăхташне [текстра, йăхтешне] çурсах тăкаççĕ. В.Эктел, 1996, 93 с. [Вĕршĕн] хăйĕн йăхташĕсемпе пĕрле каллех чăрлатса вĕçме тытăнать. А.Т.-Ыхра, 2000, 26 с.

кăларăм

ç.п. Радиопа паракан е телевиденипе кăтар-такан пĕр-пĕр программа; передача. Хамăр та пĕчĕк чухне «Спо-койной ночи, малыши» передачăна еплерех кĕтеттĕмĕр те. Ун чухне чăвашла тухакан унашкал кăларăм çукчĕ. ÇХ, 1999, 9 /, 12 с. «Ăраскал»наци кăларăмĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 1999, 29 /, 1 с. Миçе çул ĕнтĕ [Г.Вастрюкова] ача-пăча передачисен редакцине ертсе пырать. Вăл хатĕрлекен «Шăнкăрав» кăларăма итленĕ хыççăн чун çемçелет. Т-ш, 1999, 10 /, 1 с. — радио кăларăмĕсем (Д.Гордеев //В-х, 8.07.1991, 12 с.); — кăларăм хатĕрле, кăларăм пăх (Х-р, 21.08.1998, 1 с.); кăларăма хутшăн (ÇХ, 1999, 2 /, 12 с.).

кăтартмăш

п.с. Пĕр-пĕр ыйтупа çыхăннă япаласене е пулăмсене кĕнекере кĕскен асăнса тухни; указатель. Юмах сюжечĕсен кăтартмăшĕнче (указателĕнче) ... 449 сюжет шутланать. ЧХС, 1973, 1 т., 9 с. Ку кăтартмăша Чăваш Республикин кĕнеке палатинчи картотекăра упранакан хыпарсем тăрăх хатĕрленĕ. ЧЛК, 1998, 45 с. В.Г. Егоровăн «Чăваш чĕлхи çинчен çырнă ĕçсен кăтартмăшĕ» ... те интереслĕ. Н.Егоров // ХШ, 2000, 4 /, 102 с. Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ (çулсен кăтартмăшĕ). В.Станьял, 2001, 62 с. — чăвашла-вырăсла кăтартмăшсем (Х-р, 13.02.1997, 3 с.)

компетентлăх

ç.с. Пĕлӳпе пултарулăх пахалăхĕ. Халĕ пур çĕрте те компетентлăх çитейменни е пачах çукки пирки нумай калаçтапăр. Чĕлхе аталанăвĕн тилхепине тытса пыма, паллах ĕнтĕ, компетентлăх кирлĕ. М.Федотов //Х-р, 11.04.1992. Кругловăн компетентлăх çук тенĕ. Чăвашла каласанĕçлеме пултарайман мемме. ÇХ, 1998, 40 /, 1 с.

лартăм

ç.с. Пьеса лартни; спектакль, постановка. Çавăн пек лартăмсенчен пĕри — Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши çырнă «Итлемен чăх чĕппи» пьеса-юмах. Т-ш, 1998, 5 /, 2 с. Сцена ăстисен коллективĕ куракансене çĕнĕ сезонра чăвашла лартăмсемпе татах та савăнтарĕ. Т-ш, 2000, 42 /, 3 с.

лăплантару

, п.с. Ăша вырттарни, сапăрлани; йăпату. Халăхăн ватăлнă пайне лăплантарупа килĕшӳ сăмахĕ калама пултарчĕç вĕсем. Б.Чиндыков //П-н, 1990, 2 /, 9 с. Шалти политикăра Горбачев 10 процент хăратупа тата 90 процент лăплантарупа усă курнă. Х-р, 13.03.1996, 3 с. Тĕн кĕнекисенче час-часах тĕл пулакан чылай сăмах революци хыççăн тухнă чăвашла-вырăсла словарьсенче ... тивĕçлĕ вырăн тупайман, лăплану, ... ӳпкелӳ, тиркӳ, лăплантару. ЧЧП, 1999, 134 с.

лиçван

п.с. Çемçе лăсăллă, çирĕп вулăллă, кĕркунне çаралакан йывăç; лиственница. Лиственница ячĕ чăвашла та пур, лиçванÇĕпĕрти чăвашсем çапла калаççĕ. В.Митта //Я-в, 1955, 4 /, 30 с. Лиçвансемчăн-чăн аристократ йывăçсем. Хв.Уяр, 1978, 25 с. Хыр-чăрăшпа пĕр тăван, вăрманта ӳсет лиçван. Ç-т, 2001, 5—6 /, 20 с. Лиçван лайăх авăнать, ... час çĕрмест. О.Алексеев, 2001, 41 с. — яштака лиçван (К.Турхан, 1961, 44 с.; Т-ш, 1993, 17 /, 3 с.).

офис

ç.с. Фирмăн е урăх учрежденин тĕп çурчĕ е кабинечĕ; кантур. Чăваш Республикин тĕп хулинче чăвашла çырнă ... «офиссен» ячĕсем нумай-и пирĕн. А.Смолин //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Винокуров урамĕнчи 57-мĕш çуртра пысăках мар ĕç вырăнĕ, хальхилле офис тейĕпĕр-и ăна, пур. Я-в, 1995, 9 /, 124 с. Хăйĕн лавккине уçас е çĕнĕ офиса куçас тĕллев тытнисем ĕмĕтне пурнăçлĕç. ХС, 1999, 36 /, 4 с. — офис ĕçĕ (Т-ш, 1996, 26 /, 2 с.); офис пурлăхĕ (Х-р, 5.09.1996, 2 с.); офис уç (ÇХ, 1998, 3 /, 4 с.); офиса çарат (ÇХ, 1999, 39 /, 5 с.); офис костюмĕ (ÇХ, 2000, 14 /, 11 с.); — шеф-пуçлăх офисĕ (Х-р, 6.07.1999, 4 с.); ЧОКЦ офисĕ (Х-р, 3.11.1999, 1 с.); фирма офисĕ (ÇХ, 2000, 5 /, 12 с.); çемье врачĕн офисĕ (Х-р, 13.07.2002, 2 с.).

партократ

ç.с., сивл. Партократи йышĕнчи çын. [Б.Ельцин] ĕлĕкхи партократсен чирĕпех чирлет. А.Емельянов //Х-р, 30.06.1992, 3 с. Демократсем партократсене хирĕç кĕрешме тытăннă тапхăр... Х-р, 15.09.1992, 2 с. Чăвашла пĕр сăмах та калайман партократ валли пукан кирлĕ пулнă. Х-р, 25.12.1997, 3 с. — ĕнерхи партократ (Х-р, 24.09.1992, 2 с.); ĕлĕкхи партократ (В-х, 1992, 12 /).

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пирки

из-за
Иван пирки мана та хĕнерĕç — из-за Ивана и меня побили
мĕн пирки — почему, за что?
чăвашла калаçма пĕлмен пирки — из-за незнания чувашского языка

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

алтарь

чиркӳре священниксем тăракан çӳллĕ вырăн; парне вырăнĕ. Чиркӳре виçĕ пӳлĕм: пĕри алтарь, унта священниксем тăраççĕ, тепри вăта çĕрти пӳлĕм, унта ахаль çынсем тăраççĕ; чиркӳ алăкĕ патĕнчи пӳлĕме притвор теççĕ, унта тĕне кĕмен çынсем тăраççĕ. Алтарь тени чăвашла çӳлĕ вырăн тени пулать [О церкви 1894:7]; Чиркӳ ăшне виçĕ пӳлĕмлĕ тăваççĕ: пĕрне чиркӳ умĕ (притвор) теççĕ, тепĕрне чиркĕвĕн вăти çĕрĕ, виççĕмĕшне парне вырăнĕ (алтарь) теççĕ [Наставление 1896:162].

ангел

пирĕшти; хыпар калакан; ӳтсĕр сывлăш, чĕрĕ сывлăш. Вăл (Захария. – Э.Ф.) чиркĕвĕн вăта çĕрти пӳлĕмне ладон шăрши кăларакан пӳлĕмĕн сылтăм енче Ангела (пирĕштие) курнă [Священная 1883:65]; Ангел тенĕ сăмах чăвашла хыпар калакан тени пулать [О святых 1892:4]; Харпăр Святой ушкăнĕсен тропарĕсемпе кондакĕсем. Ӳтсĕр сывлăшсенĕн (ангелсен) [Молитвенник 1896:46]; Пуринчен малтан Вăл темĕн чухлĕ чĕрĕ сывлăшсем (ангелсем) пултарнă, çав чĕрĕ сывлăшсем пурте пĕр çылăхсăр, тап-таса пулнă [Поучение 1897:3–4].

апрель

ака уйăхĕ. Христос тĕнне тытакан халăх XVI ĕмĕрте Стефана святой çынсен хисепне кӳртнĕ. Ăна асăнса вăл чăн тĕн çинчен тăрăшса вĕрентсе пурăннине мухтаса вăл вилнĕ куна ака уйăхин (апрелĕн) 26 кунĕнче тăваççĕ [Святой 1896:37]; Тепĕр кун пулсассăн 1873 çулта ака (апрель) уйăхĕнче пире веччен туса веччен хыçĕнчен чăвашла авалхи йăлапа туй турĕç [Чунтеров 1988:36].

бацилла

пит пĕчикçĕ йĕпрен те çинченĕн курăнакан хурт-кăпшанкă. Çав чума чирĕ хурчĕсем тĕкĕр витĕр пăхсассăн пит пĕчикçĕ йĕпрен те çинченĕн курăнаççĕ, вĕсене бацилласем теççĕ; бацилла тени чăвашла патак тени пулать [Чума 1897:21].

сифилис

усал чир. <…> хăшĕ тата пĕтĕм ĕмĕрӳ тăршшĕпе асаплантарать. Çитменнине тата санран вăл урăх çынна та ерет. Çавăн пек чирсенчен пĕрне сифилис теççĕ, вырăссем ăна дурная болезнь теççĕ. Чăвашла – усал чир теççĕ [Членов 1904:1]; Эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ: усал чир вăл – ерекен чир, вăл пĕр çынтан тепĕр çынна сикет, вăл чирĕн ерекен япали чирлĕ çыннăн шатри çинчен, кĕсенĕ çинчен е унăн таврашĕнчи япалисем çинчен, е унăн юнех сывă çынна ленксен анчах ăна чир ерме пултарать, сывă çыннăн çав чире ертекен япала ленкнĕ тĕлте ӳт çурăлни, перĕнтерсе ыраттарни е ахаль суран-мĕн пулсан вара усал чирĕ ерекен япали çав тĕлтен унăн ӳчĕ ăшне кĕрсе каять [Членов 1904:7]; Усал чир (сифилис) ан сарăлтăр тесе салтаксене киле ярас чухне командирсем кам çав чирпе чирленине полкри докторсене каламалла тунă <…> [Хыпар 1906, № 17:265].

Турă çырăвĕ

Христос тĕнĕ мĕн пулнине, вăл ăçтан тухнине, епле кĕнеке тăрăх вĕрентнине çырса кăтартакан кĕнеке пуххи. Христос тĕнĕ мĕн вăл, ăçтан тухнă вăл, епле кĕнеке çине çырнă тăрăх вĕрентеççĕ ун çинчен – çавсене тĕппи-йĕррипе йĕрлесе пăхса пĕлес пулать. Вăл кĕнекесене вырăсла Священное писание теççĕ, чăвашла калас пулсассăн вĕсене Турă çырăвĕ, Таса çыру теме юрать [Указание 1893:3]; Турă çырăвĕ тесе ветхий завет Библия кĕнекине, Евангелиепе апостолсем çырнă кĕнекесене калаççĕ [Избранные (январь) 1904:41].

хырăç

(хальхилле хырçă) куланай. Куланай çак йĕркепе пухассине вырăсла подоходный налог теççĕ, чăвашла вăл тухăçа кура хырăç (куланай) тени пулать [Çулталăк 1906:31].

чиркӳ I.

ĕненекен ушкăн. Халĕ эпĕ сирĕншĕн асап курса савăнатăп, хамăн ӳтĕмпе асапланса Христос Хăй ӳчĕшĕн курнă хурлăха тултаратăп, унăн ӳчĕ – Чиркӳ (ĕненекен ушкăн) пулать [Кол. 1:24]; Вăсене пурне те пĕрле вырăс чĕлхипе Чиркӳ (Церковь) тенĕ; вăл сăмах чăвашла Христос тĕнне тĕрĕс тытса тăракан халăх тени пулать [О боге 1891:120].

шуйтан

(хальхилле шуйттан) усал сывлăш, Турă тăшманĕ. Ырă сывлăшсене таса ангелсем теççĕ, усал сывлăшсене шуйтансем теççĕ [О святых 1892:3]; Çапла усала тухнă ангелсене шуйтансем, усал сывлăшсем теççĕ. Чи аслă шуйтана вырăсла сатана тата дьявол теççĕ, вăл чăвашла элеклекен, астаракан, улталакан тени пулать [О святых 1892:19]; Шуйтан вăл усал сывлăш. Турă вăл сывлăша ырăлăхлă, çутă пултарнă, анчах вăл кайран мăн кăмăлланса ытти хăйне пăхăнса тăракан сывлăшсемпе Турра хирĕç тăнă; çавăншăн ăна вара Турă ытти пăтраннă ангелсемпе пĕрле пĕлĕт çинчен хăваласа антарнă, çавăнтан вара вĕсем тĕттĕмленсе усал сывлăш пулнă, Турă тăшманĕсем пулнă [Объяснительные 1903:13–14].

çылăх

Турра итлеменни е Турă законне туса çитерменни; пăсăк. Çылăх вăл Турра итлеменни е Турă законне туса çитерменни пулать [Объяснительные 1903:13]; Малтанхи çынсен пирвайхи пăсăкне (çылăхне) вырăсла первородный грех теççĕ. Чăвашла первородный грех тени малтан пулнă çылăх тени пулать [Объяснительные 1903:14].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

Библия

сущ.жен.
Библи (христиан тата иудей тĕнĕн тĕп кĕнеки); чувашский перевод Библии чăвашла куçарнă Библи

говорить

глаг. несов.
1. калаç, пупле; ребёнок начал говорить ача калаçма пуçларĕ; мы учимся говорить по-чувашски эпир чăвашла калаçма вĕренетпĕр
2. (син. разговаривать) калаç, пуплеш, сăмахла; говорить с товарищами юлташсемпе пуплеш; говорить по телефону телефонпа калаç
3. (син. свидетельствовать) кала, пĕлтер, кăтарт; этот факт говорит о его честности ку тĕслĕх вăл тӳрĕ кăмăллă пулнине катартать
3. (син. сообщать) кала, те; дети говорят, что хотят есть ачасем çиес килет теççĕ; я говорю правду эпĕ чăннине калатăп ♦ короче говоря кĕскен каласан; откровенно говоря тӳррипе каласан; иначе говоря урăхла каласан; И не говори!, Что и говорить! Ан та кала! (килĕшнине çирĕплетсе калани)

двуязычие

сущ.сред.
ик чĕлхелĕх (халăх е çын икĕ чĕлхепе усă курни); чувашско-русское двуязычие чăвашла-вырăсла ик чĕлхелĕх

дублировать

глаг. несов.
1. икĕ çĕрлĕн ĕçле, çын тунине ту (пĕри тунинех тепри туса пыни çинчен); дублировать артиста артист вырăнне выля
2. куçар; дублированные на чувашский язык фильмы чăвашла куçарнă фильмсем

повелительный

прил.
хушуллă, çирĕп, витĕмлĕ; говорить повелительным тоном çирĕп хушса калаç ♦ повелительное наклонение хушу наклоненийĕ (глаголсен хушу пĕлтерĕшлĕ формисем, сăм., вырăсла: иди, читай, играйте; чăвашла: кай, вула, выльăр)

разговорник

сущ.муж.
калаçу кĕнеки (ыйтусемпе хуравсенчен йĕркеленĕ сăмахсар); русско-чувашский разговорник вырăсла-чăвашла калаçу кĕнеки

словарь

сущ.муж.
1. сăмахсар; толковый словарь ăнлантаруллă сăмахсар; русско-чувашский словарь вырăсла-чăвашла сăмахсар
2. сăмахлăх, сăмах йышĕ; словарь языка Пушкина Пушкин чĕлхин сăмахлăхĕ

чувашский

прил.
чăваш -ĕ; чăвашла; чувашский язык чăваш чĕлхи; Чувашский край Чăваш ен; чувашская диаспора чăваш диаспори (Чăваш Республики тулашĕнче пурăнакан чăвашсем); чувашские газеты чăвашла хаçатсем, чăваш хаçачĕсем

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

чăвашла

чувашча

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

разговорник

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Çавăн пекех пăхăр:

чаяние чаять чăв-чав чăваш « чăвашла » чăвашлан чăвашлат чăвăш чăвăшлат чăвăшлаттар

чăвашла
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org