Шырав: шав

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

акăш-макăш

необычайно, необыкновенно, чрезвычайно, очень, весьма
акăш-макăш шăв-шав — очень сильный шум, гам
пире акăш-макăш хăратса пĕтерчĕ — он страшно нас напугал

ашкăн

1.
шалить, озорничать, баловаться
вăл шав ашкăнать — он все время шалит
вутпа ашкăнма юрамасть — нельзя играть с огнем

аюклат

выражать несогласие, отнекиваться
вăл шав аюклатса ларать — он все отнекивается

вăрç

2.
ругаться, браниться
амăшĕ ачине вăрçать — мать бранит своего сына
вĕсем шав вăрçаççĕ — они вечно бранятся

вăрçса ил —
1) отвоевать что-л.
2) повоевать
подраться (некоторое время)
3) поругать кого-л., поругаться (немного)

вăрçса кай — 1) подраться 2) разругаться
вăрçса тăк — обругать

вĕçĕм

непрерывно, беспрестанно, постоянно
вĕçĕм шав — непрерывный шум
вĕçĕм çумăр çăвать — беспрерывно льет дождь
пĕр вĕçĕм — постоянно, беспрерывно

йӳçĕхтер

2.
надоедать, утомлять, выводить из терпения
шăв-шав хăлхана йӳçĕхтерет — надоел постоянный шум, от постоянного шума звенит в ушах

канлĕхсĕр

неугомонно
канлĕхсĕр шăв-шав — несмолкаемый шум

кансĕрле

I.

1.
мешать
затруднять, препятствовать

ĕçлеме ан кансĕрле! — не мешай работать!
шăв-шав çывăрма кансĕрлет — шум мешает спать

лавка

1.
лаять
брехать
разг.
йыта шав лавканă — собака все лаяла

лăплан

1.
утихать, стихать, прекращаться
улечься

çил-тăман лăпланчĕ — буран стих
урамра шăв-шав лăпланмасть — на улице все не прекращается шум

мухтанчăклă

хвастливый
мухтанчăклă шăв-шав — пустозвонство

пĕртемлĕ

однообразно, монотонно, ровно
пĕртемлĕ шав — монотонный шум
пĕртемлĕ юрла — петь монотонно

савăшуллă

радостно, весело
савăшуллă шăв-шав — веселый гомон
туй савăшуллă иртрĕ — весело отшумела свадьба

сĕрле

4.
ворчать, бормотать
бубнить
разг.
карчăк шав сăмса айĕн сĕрлет — старуха бубнит себе под нос

сирĕл

3.
рассеиваться, таять, исчезать
çĕр карри сирĕлчĕ — ночной покров растаял
тĕтре сирĕлчĕ — туман рассеялся
шăршă сирĕлмен-ха запах — еще не улетучился
шăв-шав сирĕлме пĕлмест — шум никак не уляжется

скандал

2.
скандал (харкашу, шăв-шав)

тав-шав

собир.
шум и гам, гомон
гвалт, содом разг.
пӳртре тав-шав тăрать — в доме стоит сплошной гвалт

тарăхуллă

2.
возмущенный, гневный, негодующий
тарăхуллă шăв-шав — возгласы негодования

хĕпĕртевлĕ

радостный, восторженный, ликующий
хĕпĕртевлĕ пит-куç — восторженное лицо
хĕпĕртевлĕ шăв-шав — радостный шум

шав

I.

1.
шум, гул, гам
гомон

тинĕс шавĕ — гул моря
хула шавĕ — городской шум
шав çывăрма кансĕрлет — шум мешает спать

шав

2. лингв.
шум
янравлă хупă сасăсем тонпа шавран тăраççĕ — сонорные согласные звуки состоят из тона и шума

шав

II.

1.
постоянно, беспрестанно, беспрерывно
все
разг.
çанталăк шавах çапла тăрать — все время стоит такая погода
вăл шав тавлашать — он постоянно спорит
çулла шав çумăр çурĕ — летом беспрестанно шли дожди

шав

2.
сплошь, сплошь и рядом, везде и всюду
Атăл леш енче шав вăрман — в Заволжье сплошь леса
пирĕн хулара шав çĕнĕ çурт-йĕр лартни — в нашем городе сплошь и рядом новостройки

шав

3.
исключительно, только
ку çыран хĕрри шав хăйăр — по этому берегу тянется исключительно песок

шав

4.
совершенно, совсем
старик шав куçсăр пулса ларчĕ — старик совсем ослеп

шав

5.
до сих пор, все еще
вăл шав çук-ха — его все еще нет

шав

III.

1.
подражание шуму воды, дождя, леса т. ыт.
вăрман шав шавлать — лес шумит
шыва витререн шав тутар — (с шумом) выплеснуть воду из ведра

шав

2.
подражание громкому разговору, смеху
пурте шав кулса ячĕç — все громко засмеялись
шав-шав — усил. от шав III.
шав-шав çумăр çăвать — дождь так и хлещет

шавкăн

то же, что шав 1.

шăв-шав

1.
шум, гам
урамран шăв-шав илтĕнет — с улицы доносятся голоса людей

шăв-шав

2.
ссора, ругань, перебранка
вĕсем хушшинче шăв-шав пулчĕ — между ними произошла ссора

шăв-шав

3. перен.
шум, шумиха, ажиотаж
шăв-шав тапратса яр — поднять шумиху

çапăçу

2.
драка, схватка
потасовка
разг.
урамра шăв-шав, çапăçу — на улице шум, драка

çĕкле

11.
поднять, начать
восстание поднять восстание

нимшĕнех шăв-шав ан çĕкле — не поднимай шума из-за пустяка

çĕклен

6.
подняться, начаться
тăвăл çĕкленчĕ — разразилась буря
шăв-шав çĕкленчĕ — поднялся шум

çывăр

1.
спать
почивать
уст.
выртса çывăр — ложиться спать
çĕр çывăрмасăр ĕçле — работать всю ночь без сна
харлаттарса çывăр — храпеть во сне
хытă çывăр — спать крепко
çывăрас килет — мне хочется спать, меня клонит ко сну
çывăрса тăр — проснуться
çывăрса тăран — выспаться
çывăрса юл — проспать, опоздать
çывăрмалли пӳлĕм — спальня
ача çывăрмалли пӳлĕм — детская спальня
çывăрмалли пӳлем гарнитурĕ — спальный гарнитур
шăв-шав çывăрма памасть — шум не дает спать

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

базар

сущ.муж. (син. рынок)
пасар; сельский базар ял пасарĕ; школьный базар шкул хатĕрĕсен пасарĕ ♦ птичий базар кайăк пасарĕ (вĕçен кайăк питĕ йышлăн йăва тăвакан вырăн); устроить базар шăв-шав çĕкле, çуйхаш

ворчать

глаг. несов.
1. мăкăртат, мăкăр-мăкăр ту; старуха постоянно ворчит карчăк шав мăкăртатать
2. (син. рычать) хăрлат; собака негромко ворчит йытă хуллен хăрлатать

всё

1. нареч. (син. всегда, постоянно) ялан, шав, пĕрмай; он всё работает вăл пĕрмай ĕçлет
2. нареч. (син. только, исключительно) анчах, кăна; Мы не пошли в поход, и всё из-за дождя Эпир похода çумăр пирки кăна каймарăмăр
3. наречие, обозначает нарастания признака шум всё сильнее шав вăйлансах пырать
4. союз пурпĕрех; апла пулин те; Как он ни старается, всё им недовольны Вăл тем тери тăрăшсан та пурпĕрех юраймасть ♦ всё ещё çав-çавах, çаплах, халиччен те

глухой

прил., глухо нареч.
1. хăлхасăр, илтмен; глухой старик халхасăр ватă; азбука для глухих илтменнисен азбуки
2. (син. невнятный; ант. звонкий) янравсăр, уçăмсăр; глухой шум уçăмсăр шăв-шав
3. (син. тихий, безжизненный) улах, тĕттĕм; пушă, чĕмсĕр; глухой угол улах вырăн; глухая улица çынсăр урам; всё глухо вокруг таврара шăпах
4. (син. затаĕнный, скрытый; ант. явный, открытый) пытанчăк, вăрттăн; глухое волнение пытанчăк пăлхану ♦ глухой лес чăтлăх вăрман; глухая крапива суккăр вĕлтĕрен; глухой согласный звук янраман хупă сасă

даже

частица
1. выражает противоречие ожиданию или норме та, те; шум не смолкает даже ночью шăв-шав çĕрле те шăпланмасть; он не обидит даже ребёнка вăл ачана та кӳрентермĕ
2. усиливает смысл сказанного: девушка умна, даже талантлива хĕр ăслă çеç мар — вăл талантлă

дым

сущ.муж., множ. дымы
тĕтĕм, сĕрĕм; густой дым çăра тĕтĕм; из трубы клубится дым мăрьерен тĕтĕм мăкăрланать ♦ дым коромыслом акăш-макăш тĕркĕшӳ, шăв-шав; Нет дыма без огня посл. Вут çунмасăр тĕтĕм тухмасть

коромысло

сущ.сред.
1. шыв кĕвенти, картла кĕвенте; носить воду коромыслом шыва кĕвентепе йăт
2. тараса хурси ♦ дым коромыслом шăв-шав, йĕркесĕрлĕх

подозрительный

прил., подозрительно нареч.
1. (син. сомнительный) шанчăксăр, шиклĕ, иккĕленӳллĕ, иккĕлентерекен; подозрительный шум шиклĕ шăв-шав
2. (син. недоверчивый) шикленчĕк, иккĕленчĕк, шанман; смотреть подозрительно шанмасăртарах пăх

устроить

глаг. сов.
1. (син. организовать) что йĕркеле, ту, туса ирттер; устроить концерт концерт йĕркеле
2. что кăлар, ту; устроить скандал шăв-шав кăлар
3. кого (син. поместить) вырнаçтар, кĕрт; устроить в общежитие общежитие вырнаçтар
4. (син. удовлетворить) кого тивĕçтер, çырлахтар, юра; это нас не устроит ку пире çырлахтармĕ

шипеть

глаг. несов.
1. чăшлат, ăшлат; змея шипит çĕлен чăшлатать
2. (син. браниться) мăкăртат; старуха всё шипит карчăк шав мăкăртатать ♦ шипящие звуки ăшлатакан сасăсем (сăм., ш, ч)

шум

сущ.муж.
шав, шăв-шав; двигаться без шума пĕр шавсăр куçса пыр; дети подняли шум ачасем шăв-шав çĕклерĕç

шуметь

глаг. несов.
1. шавла, шав çĕкле; деревья шумят на ветру йывăçсем çилпе шавласа лараççĕ
2. шавла, кăшкăраш; шуметь из-за пустяков кирлĕ-кирлĕ маршăн кăшкăраш

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

саксун

саксонец. Бел. Гора. † Савăтпала, ай, кантур хушшинче саксун çулне сарнă сарă чултан, икĕ енне решетке, ай, тыттарнă. Саксун килет сарă учĕпе, йĕвенĕпе, йĕнерĕ, ай, шав ылтăн; ылтăн пĕкки килет çулпала, тупăлха турти килет авăнса, чĕн тилпеки килет туртăнса, сăран кӳми килет кисренсе, ăна йĕри-тавра ес пăта. Ib. † Атте-ание пачĕ мана саксун аллине. Кам. Враг. Атте-анненĕн пултăм юратман ачи, леçсе пачĕç саксун аллине. || Фамильное прозвище. Бюрг.

сик

скакливый. N. Ереветлĕ-теветлĕ, сик-сик кутлă, пурçăн йĕмлĕ. (Ула-кайăк). Т. II. Загадки. Сик-сик кутлă, кăс çĕлĕклĕ, пурçын йĕмлĕ. (Кăся). СТИК. Сик-сик тăллăм, сик тăллăм, çак арăма çит тăллăм. (Сик-сик здесь является прилагательным, а не глаголом в повел. наклонении. Точно также прилагательные или причастия: чут-чут, юх-юх, тăр-тăр тăри, шав-шав çумăр, но только „шав-шав çумăр“ понятно и так, потому что не смешивается с глаголом). Сред. Юм. Сик-сик тыллăм, сик тыллăм, ачуна çиес-и, хуна çиес-и?

сиктермелли юрă

веселая песня? Ск. и пред. 13. Сиктермелли юрăсене шав итленĕ ватăсем.

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

сăптăр

(сы̆пты̆р), шаркать, провести рукой по поверхности чего-либо в одном направлении. В. Олг., Городище. Кан. Сылтăм аллипе ĕнсине сăптăрса илчĕ. || Разглаживать. Хорачка. См. тăла тĕртни. Пазух. Кăвак кăна сăхман, ай, сăптăрми, сăптăрсан та лайăх, ай, шуралмĕ-и? || Рвать при помощи пальцев, вкладывая в пальцы; содрать горстью, напр., кисти черёмухи, калины, овес, оставляя ягодки или зерна в горсти, пропуская стержни сквозь пальцы. Б. Крышки. П. Яндоуши. Çĕмĕрте, хурлăхана сăптăрса татаççĕ. Шибач. Пшкрт. Хăмлая спас çитсен сăптăраччă. ЧП. † Хура сăкман, йăс тумме, сăптăрса та татăлмасть. || Загребать рукою, загребастать сложенное на поверхность сыпучее тело. Б. Карачк. || Ударить, бить кулаком. Юрк. Çав вăхăтра тӳпелешекеннисенчен пĕри кăна, çапма ирĕк памантан, çиллипе, пит хытă сăптăрса ярса, кунăн пуçне шăтарса пăрахать. Трхбл. Сăптăр — ударить кулаком, большею частью, по уху, по лицу, по голове. N. Сăптăрса ячĕ, ударил кулаком по уху, или по лицу, или по голове. || Ударить каким-либо орудием. Юрк. Сăптăрса ил, ударить (напр., нагайкой). Халапсем 5. Пырсан-пырсан, тата çапла чăпăрккипе (кнутом) шартлаттарса сăптăрсан, ишекĕ (= ашакĕ, осел) каллех çапла шартлаттарса ĕçерсе ярать (звонко испускает ветры). Ib. 34. Хĕçĕпе (мечом) сăптăрать те, хĕç вĕçĕ, сентĕре каштине тивсе, çĕмĕрлсе каять. Альш. Ку ача: валей, тукмакăм (колотушка), тет. Тукмакĕ уратнике ватма тытăнчĕ: ахаль парат, тет. Клавине пыра-пыра сăптăрса ӳкерет, тет. Ст. Чек. Сăптăрса илес = 1) пушăпа çапса илес, 2) çупкăн сăптăр. || Дать пощечину. Халлапсем 11. Хай манăн хăлхамсем, сăптăрса ямассерен: ян! ян! шав! шав! туса каяççĕ. || Захватить. Хурамал. Сахал панипе кăмăлĕ тулман-ха (недоволен), мĕн пур панине те сăптăрса туртса илем-ха (совсем). Юрк. Кам сăптăрнă пулĕ? || Стирать. Шигали-Шăваç. Çырнине сăптăрса пăрах. Сотри написанное (напр., на доске мелом). || В перен. см. Кан. Ну, кун пирки самокритикăра хăшне-пĕрне аванах сăптăрмалла (надо продернуть). Ib. Ирĕн-каçăн сăмакун пĕçерсе укçа сăптăрса пухнипе пасартан пасара чупса тырăпа сутă туни. Изамб. Т. Эпир паян пĕр ана ыраш сăптăрса тухрăмăр (сжали весь загон). || „Дуть во всю“. Сам. 81. Сăптăраççĕ халлапне. Трхбл. Тутар юрра сăптăрат кăна капан çинче. N. Вĕсем пуçтарăнса ларнă та, юрра сăптăраççĕ кăна.

сĕвĕн

(сэ̆вэ̆н), сдираться, ободраться. Календ. 1911. Хăрнă мăк çĕр çумĕнчен лайăх сĕвĕнсе пырать. О сохр. здор. Ӳт çумĕнчен шултăра лĕкĕ сĕвĕне-сĕвĕне ӳкет (при скарлатине). ППТ. Хуллисем нумайĕшĕн, хупписем сĕвĕнсе пĕтсен (совсем), хуçкаланса таткаланса пĕтеççĕ. (Сĕрен). || Скидаться, сняться. Çеçмер. Ашшă-амăшне. Лисахви шав шухăшласа ларнă. Тутăрĕ пуçĕ çинчен сĕвĕнсе аннине те вăл сисмен.

çил-шав

ветер и шум. Ск. и пред. Чув. 15. Çил-шав, кĕр-кар нимĕн те çук.

çонатлан

распустить, поднимать крылья. Собр. Чăх çунатланса алтсан, сиен пулат, теççĕ. Ib. Чăх алтан пек çунатланса авăтсан, выльăх чирлет, теççĕ. В. Олг. Кăткă çомăра сиссен, çонатланат (поднимает крылья), вĕçме хăтланат. Чув. пр. о пог. 269. Кăткă çунатлансан, çăмăр пулать. Если муравьи окрыляются, будет дождь. N. Шав хуралтă тăрринче, шулап тăрринче, çунатланса вĕçсе çӳренĕ (пырин). || Ходить с пустыми рукавами. Сред. Юм. Пĕчикрех ачасĕм аллисĕне çанни ăшĕнчен кăларса хĕве чикеççĕ те, вара çаннисĕм саланса çӳреççĕ; çапла çӳрекен ачана: çонатланса çӳрет, теççĕ. || В перен. смысле. Ст. Чек. Праçнике çунатланса кĕтсе тăрат. Ждет праздник с радостью, и готов встретить. Тăв. 51. Кĕçтукăн чĕри çак вăхăтра çунатланса хăвăрттăн тапать.— Юрĕ, Упаньă тете, эпĕ сана нихçан та пăрахмăп.

çур

(с’ур), разрывать надвое, разорвать. N. Вилнĕ çыннăн кĕпине хывса илмеççĕ, çурса кăлараççĕ. Чăвашсем 26. Унтан вара çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. N. Эпĕ кĕпене туратран (за сук) çаклатса çуртăм. || Распороть. N. Пулла çур. Бес. чув. 11. Пĕр йывăр çыннăн хырăмне хĕçпе çурса янă. || Разбивать (голову). Абаш. Конта ӳксе, поçна çорăн! (напр., на льду). Б. Яуши. Ача хăвăртрах пуçне тата икке çурса пăрахрĕ, тет те, хуçана тăратма карĕ, тет. || Колоть, раскалывать, пилить, рвать вдодь. Тăв. 14. Унтан лăпсăркка сар чечеклĕ аккас, чаршав пек яр уçăлса, çинçе пилĕклĕ пуп хĕрне çурса кăларчĕ (вдоль). Ib. ЬI. Анаткас пуянлăх пит аван курăнать. Пурин те çурса тунă ампарай, пахчинче хăмла, пыл-хурчĕ. Кратк. расск. 9. Тепĕр кунне ирхине ирех тăнă та, вутă çурнă. Çутт. 42. Атте авăн кăмакине çурман юман вутти пăрахрĕ. || Окучивать. Альш. Унтан ăна (картофель) çумлаççĕ, çум вăхăтĕнче суха-пуçпе çураççĕ. Ямаш. Пирн паян омма çормала та-ха (соха пуçпе копаламалла). || Размывать. N. Шыв çурса каят. Баран. 243. Океансем çĕрелле çурса тăракан пайĕсене тинĕссем теççĕ. Трхбл. Ăна пытарнă тĕле шыв çурса кайнă (водою размыло его могилу). N. Вăл (он) лачака çине те кĕнĕ, шыв çурнă лакăмсене те кĕрсе тухнă. || Обдирать (зерно). N. Кĕрпе арманĕ умĕнче виç путалкка тулă çуртăм. Толст. Кĕрпе çуракан арман (круподёрка). Эпир çур. çĕршыв 23. Тата уйрăм кĕрпе çурмалли арман пур, çу çаптармалли машшин пур. || Перерезать. Эпир çур. çĕршыв 23. Сылтăм енчен улăхалла çак хире виçĕ тип çырма çурса тухаççĕ (перерезают три оврага). || Зарезать. К.-Кушки. Пирĕн сурăхсене кашкăр çурнă. Наших овец зарезал волк. Юрк. Лашине кашкăр çурса тухат. || Пробивать. Кĕвĕсем. Чăршă кĕлет алăкне витĕр çурса кĕрĕпĕр, вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || Разрушать. Вĕлле хурчĕ 27. Карас çине хăпарса пĕтĕм караса çурса (çул туса) шăтарса ерешмен картипе карса пĕтереççĕ. N. Питĕ хытă юрлаççĕ, пӳрте çурса прахас пек (того и гляди изба рухнет) — ним те пĕлмеççĕ. Альш. † Ула пилĕк качака, капан çуран йăли пур. || Бить кнутом. Хĕрлĕ урал № 10, 1921. Çынсене пушăсемпе çурса пĕр йывăçшăн тăватă пин тенкĕ илет. Ала 95. Эсир вăл ачанăнне кĕпине-йĕмне мĕншĕн хывса илнине пит лайăх пĕлетĕп, эсир ăна пыйти-шăркине пăхас тесе мар, унăнне тирне çапа-çапа çурас тесе, хывса илнĕ, тенĕ. || Распускать (почки, листья, цветы). Пазух. Хурлăхан çеçке (цвет) çурсассăн, килет çыран илемĕ. Самар. Тин çурнă çырласем. Ау 355°. † Шур Атăлăн шурă хăви çĕнĕрен çулçă çура-çке. || Разрезать (воду). N. Пулă Çавала хирĕç (против течения р. Цивиля), шыва çурса, çухăрса кайрĕ, тет. Баран. 81. Лере тата ураписемпе тинĕсе çурса пăрахут ишсе пырать. Сред. Юм. Кăçалхи тырра çĕлен те çôрса тохас çок. Нынче очень густой хлеб, так что змея не проползет. || Бить, ударить в нос (о запахе). ЧС. Ĕнĕк шăрши (запах гари) сăмсана çурать. КС. Ача сыснă-им? Пăх шăрши çурать! Орау. Такăш сысрĕ ĕнтĕ (ventris flatum emisit), шăршă çурать. || Оглашать, греметь (о звуке). Кĕвĕсем. Пахчан пĕр хĕрĕнче юрласан, сасси илтĕнет тепĕр хĕрне; пахча вăта çĕрринче юрласан, сасси çурать пахчана. Альш. Хĕрсем каччăсем янратса çурса юрласа кĕвĕ калаççĕ ялта. Ib. Хĕлĕ-çăвĕ урама тухса уншăн-куншăн пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ, урама янратса çурса. Ib. Шăри-шари кашкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ст. Яха-к. Шăнкрав сасси ял çурат (гремит по деревне. Çăварни). Полтава З8. Аçа-çиçĕм сасартăк пĕлĕте çурса янтратсан, шартах сиксе çын чĕтрет. N. Вăл аллипе пĕр сулать, ĕçекене шав ырлать: ĕçет, çиет туй çынни, тĕнче çурать юрлани! Сунт. Пĕр минутран Пруккан çамрăк вăйлă сасси вăрмана çурчĕ. Çутт. 112. Пĕтĕм яла иккĕшĕ çураççĕ. || В перен. смысле. Бур. † Тантăшран лайăх пулас мар, тантăш чĕрине çурас мар. || В чувашизмах. N. Чуна сурчĕ çут тĕнче: аптăрамăп халь ĕнтĕ — тăр кăнтăрла тĕлĕнче хавас улăх варринче. Сред. Юм. Пуç-куç çурса çурет. „Ходит (или работаеть) главным, без боязни“. Ск. и пред. чув 89. Пĕтĕм ăшне-чиккине çурать хăватлă яшки (т. е. яд своим действием выворачивает желудок).

çӳçе

(с’ӳз’э), кисточка без бисера, бахрома, махра.. Мункачи. Шибач. Сорпан çӳçи. Ст. Чек. Çӳçе, то же, что ярапа. Шур туттăра çӳçе яраççĕ. НИП. Пурçăн тутăр çӳçисем вĕл-вĕл тăваççĕ. Чуратч. Ц. † Шур тутăра сартăм сĕтел çине, усса ятăм ешĕл çӳçине. СПВВ. Х. † Çыхмăттăм пурçын тутрăма, çӳçи кӳрет илемне. N. † Ейик кушак-пиçиххи, çӳçи çукран илем çук. Микушк. † Шур тутăр сӳçесĕр пулас çук, çамрăк ĕмĕр чыссăр (без чести) иртес çук. С. Тим. † Ах, хăтаçăм, хăтаçăм, чӳрече хуппи шав çӳçе, уçатпăр та хупатпăр. N. † Порçăн тоттăр çуçине кам тӳлесе çитернĕ-ши? Кăçал ман çинчен ят кăларнине кам кăларса пĕтернĕ-ши? Шемшер. † Шор шарăх порччĕ ман, çӳçи çокран çыхмарăм. || Скатерть. Сред. Юм. Сĕтел çине çӳçе (елме) сараççĕ.

тап

подр. неожиданному прыжку. Орбаш. Сыснин çӳлчĕ (листья) айĕнче хӳри кĕт курнса выртать, тет. Кушак: шăши, тесе, тап сиккĕр, тет. Букв. 1904. Тап-тап, тапă айне кĕрех кайăп. (Из песни синички). || Подр. толчку. Чăв. к. † Аппа пӳрте кĕчĕ: тап тапрĕ, нухрат-мерчен кăмаки янăрарĕ. || Подр. неожиданной остановке. N. Лаши тап чарăнчĕ, тет. Его лошадь вдруг остановилась. (Сказка). Сред. Юм. Чипер чупса пынă çĕртех пирĕн лаша тап!.. чарăнса тачĕ. Ib. Малтан пит сăмахлатьчĕç, эп пырсаннах, тап! чарăнчĕç (сразу перестали разговаривать). || Подр. неожиданности. Утăм. Тăрсан-тăрсан, тап хускалса куштанлисем вара шав(ла)марĕç. || Подр. тугости живота. Сред. Юм. Ачана чĕчĕ сĕчĕ çитмес полас, пĕрех май йĕрет. Халь пăтă чăмласа çитертĕм те, хырăмĕ тап пôлчĕ. (Выражает не звук, а тугость живота).

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

гам

шум и гам шав, шӑв-шав.

гомон

шав, шӑв-шав, сас-чӳ; птичий гомон кайӑксен шавӗ, сасӑ-чӗвĕ.

гул

шав, кӗрлени.

джаз

джаз (ҫапса вылямалли тата шав паракан инструментсенчен пухса тунӑ оркестр).

невообразимый

тӑнран яракан, ӗненмелле мар, ытла та вӑйлӑ (шав).

шум

шав, йӑслав, кӑшкӑрашу, кӑшкӑрашни, кашлав, сас-чӳ, хавха; шум-гам шӑй-шай, шӑри-шари, шум в ушах хӑлха янрать.

утихать

несов., утихнуть сов. чарăн, лăплан (çил), тӳлеклен, шăплан, тамал; дневной шум утих кăнтăрлахи шав чарăнчĕ (лăпланчĕ); гнев его утих унăн çилли çавăрăнчĕ, лăпланчĕ.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

шав

шау

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

истерия

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Lärm

şav
шав

Çавăн пекех пăхăр:

шабаш шабер шаблон шаблонла « шав » шавкама шавкăн шавла шавлат шавлаттар

шав
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
3 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org