Шырав: ылтăн-кĕмĕл

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авăрлă

I.
с рукояткой, с черенком, с череном, с ручкой
авăнчăк авăрлă курка — ковш с изогнутой ручкой
ылтăн авăрлă хĕç — сабля с золотой рукоятью
ик авăрлă сава — рубанок (скобель) с двумя ручками

алка

I.

1.
серьга и серьги,
сережка
и сережки
хăлха алки — серьги
ылтăн алка — золотые серьги
алка çак — надеть серьги
ман хăлхамри кĕмĕл алка, çути ӳкрĕ пит çине — фольк. у меня в ушах серебряные серьги, блеск от них отражается на моем лице

антăрлăх

2.
завязка, шнурок (у головного убора)
антăрлăхĕ кĕмĕл, пичĕ хĕрлĕ, манăн савни мар-и çав? фольк. завязки шапки серебряные, лицо румяное, не моя ли это милая?

валюта

валютный
вырăнти валюта — местная валюта
ылтăн валюта — золотая валюта
ют патшалăх валюти — иностранная валюта
валюта курсĕ — валютный курс
валютăпа финанс кризисĕ — валютно-финансовый кризис

вăчăра

цепочка
сехет вăчăри — цепочка часов
ылтăн вăчăра — золотая цепочка
вăчăраллă сехет — часы на цепочке

жетон

жетонный
кĕмĕл жетон — серебряный жетон

кавалер

1.
кавалер (орден илнĕ çын)
Ленин орденĕн кавалерĕ — ист. кавалер ордена Ленина
Ылтăн Çăлтăр кавалерĕ — кавалер Золотой Звезды
Георгий хĕресĕсен тулли кавалерĕ — ист. полный георгиевский кавалер

канитель

канительный
ылтăн канитель — золотая канитель
канитель тĕрри — вышивка канителью

кăвак

1.
синий, голубой
чакăр кăвак — васильковый
кăвак ката — синяя даль
кăвак кĕпе — синяя рубашка
кăвак куç — голубые глаза
кăвак пĕлĕт — 1) голубое небо 2) темно-синяя туча
кĕпене кăвакт пĕвет — окрасить рубашку в синий цвет
аслă çул хĕррисем кăвак чечек, çулаймарăм кăвакки тăкăниччен — фольк. вдоль дороги трава с голубыми цветочками, не удалбсь мне скосить ее, пока не осыпался голубой цвет
Кăвак хирте кĕмĕл выртать. (Çăлтăрсем). — загадка По голубому полю рассыпано серебро. (Звезды).

кăлар

1.
снимать (что-л. насаженное, навешенное)
алăк кăлар — снять дверь
пӳрнерен çĕрĕ кăлар — снять кольцо с пальца
аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса парам-ши? — фольк. у меня все пальцы в серебряных кольцах, кому же снять и подарить их?

кăшăл

5.
оправа (зеркала, очков)
ылтăн кăшăл — золотая оправа

кăшăллă

4.
с оправой, имеющий оправу
ылтăн кăшăллă куçлăх — очки в золотой оправе

кĕленче

стеклянный
стекольный

машина малти кĕленчи — лобовое стекло автомобиля
ванман кĕленче — небьющееся стекло
вĕрие тӳсĕмлĕ кĕленче — огнеупорное стекло
кантă кĕленчи — оконное стекло
пысăклатакан кĕленче — увеличительное стекло
сехет кĕленчи — стеклышко часов
кĕленче алăк — стеклянная дверь
кĕленче ванчăкĕ — 1) стеклянный бой, битое стекло 2) осколок стекла
кĕленче савăчĕ — стекольный завод
кĕленче каскăчĕ — стеклорез (инструмент)
кĕленче катăкĕ — осколок стекла, стеклышко
кĕленче курка — стакан
кĕленче савăт-сапа — стеклянная посуда
кĕленче шăрçа — стеклянные бусы, бусы из стекла
кĕленче кас — резать стекло
кĕленче ватса пăрах — разбить стекло
сирĕн хапхăн хăми кĕленче, тăпси пăхăр, тытки кĕмĕл — фольк. полотнища ваших ворот стеклянные, петли медные, ручки серебряные (из речи старшего дружки на свадьбе)

кĕмĕл

серебряный
таса кĕмĕл — чистое серебро
хуратнă кĕмĕл — черненое серебро
кĕмĕл кашăк-чашăк — собир. столовое серебро
кĕмĕл рудникĕ — серебряный рудник
кĕмĕл çĕрĕ — серебряное кольцо
кĕмĕл укçа — серебряные монеты, серебро
кĕмĕл витнĕ кашăк — ложка накладного серебра
кĕмĕл шывĕпе сăрла — серебрить

кĕмĕл

2. перен.
серебристый, серебряный
кĕмĕл ландыш — серебристый ландыш
кĕмĕл сывлăм — серебристая роса


кĕмĕл пулă — корюшка

кĕркунне

осенью
иртнĕ кĕркунне — прошлой осенью
йĕпе-сапаллă кĕркунне — дождливая осень
типĕ кĕркунне — сухая осень
ылтăн кĕркунне — золотая осень
кĕркунне енне — к осени
кĕркунне çитет — приближается осень
кĕркуннене хăвар — отложить до осени, оставить на осень
Кĕркунне курак та пуян. — погов. Осенью и грач — богач.
Кĕркунне кĕрĕкпе, çуркунне çурхахпа. (Авăн). — загадка Осенью в шубе, а весной нагишом. (Овин).

коронка

2.
коронка (шăл витти)
ылтăн коронка — золотая коронка
шăла коронка ларт — поставить коронку на зуб

мала

3.
дороже, ценнее
выше

ылтăн кĕмĕлтен мала тăрать — золото дороже серебра
маларах тăни — преимущество, превосходство
маларах пулни — преимущество, превосходство

манет

1.
рубль
кĕмĕл манет — серебряный рубль

мăлатук

1.
молоток
молот

йывăç мăлатук — киянка, деревянный молоток
каменщик мăлатукĕ — камнетесный молоток
тимĕрçĕ мăлатукĕ — кузнечный молот
пĕчĕк мăлатук — молоточек
пысăк мăлатук — кувалда
йывăр мăлатук — кувалда
«Çурлапа мăлатук» ылтăн медаль — золотая медаль «Серп и молот»
мăлатук çапакан — молотобоец
мăлатук аври — рукоятка молотка
мăлатукпа шакка — стучать молотком
мăлатукпа сунтал хушшине лек — перен. оказаться между молотом и наковальней

медальон

медальонный
ылтăн медальон — золотой медальон
медальон çакса çӳре — носить медальон

мерчен

жемчужный
мерчен куçлă ылтăн çĕрĕ — золотой перстень с жемчугом

петлица

петлица
ылтăн петлица — золотые петлицы

портсигар

портсигар
кĕмĕл портсигар — серебряный портсигар

прииск

приисковый
алмаз приискĕ — алмазный прииск
ылтăн приискĕсем — золотые прииски
прииск ĕçченĕсем — приисковые рабочие

проба

1.
проба (шăранчăкри паха металл хисепĕ тата ун палли)
паха проба — высокая проба
ылтăн проба — проба зблота
проба ларт — поставить пробу

пробăллă

пробный, с пробой
паха пробăллă ылтăн — высокопробное золото

ранет

ранет (панулми сорчĕ)
ылтăн ранет — золотой ранет

сапака

6. уст. общее название
пуговиц, подвесок, сережек с ушком или петелькой

кĕмĕл сапака, ылтăн ярапа яраймарăм хамăн хăлхана — фольк. не довелось мне носить серебряных сережек с золотыми подвесками

сахьян

сафьян (илемлĕ тĕслĕ çемçе паха сăран)
сафьяновый
хĕрлĕ сахьян — красный сафьян
сахьян атă — сафьяновые сапожки
сахьян хуплашкаллă кĕнеке — книга в сафьяновом переплете
сахьян пушмак уринче, ылтăн çĕрĕсем пӳрнинче — фольк. у нее на ногах сафьяновые башмачки, а на пальцах золотые кольца

сăрка

сырга женское нагрудное или наспинное украшение — подвеска с нашитыми серебряными монетами
кĕмĕлех те хушпу, ылтăн сăрка йăлтăртатать пирĕн аппа çинче — фольк. серебряное хушпу и золотая сырга сверкают на нашей сестричке

старатель

старатель (кустарлă майпа ылтăн кăларакан)

сулă

II.

1.
браслет
кĕмĕл сулă — серебряный браслет

сулкала

2.
размахивать, помахивать
ик аллăма сулкалама кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ — фольк. чтобы помахивать руками (в танце), нужны серебряные кольца («Линкка-линкка»)

сунтăх

сундучный
тимĕрлĕ сунтăх — окованный железом сундук
юррăмсем юман сунтăхра, уççисем ылтăн, çăри кĕмĕл — фольк. песни мой в дубовом сундуке, замок у него серебряный, а ключ золотой

таса

4.
чистый, не содержащий примесей
таса спирт — чистый спирт
таса сывлăш — чистый воздух
таса ылтăн — чистое золото
ферма таса ăратлă выльăх ĕрчетет — ферма разводит чистопородный скот

тĕксĕмлен

2.
терять яркость, блеск, тускнеть, темнеть
кĕмĕл тĕксĕмленет — серебро темнеет
унăн çӳçĕ тĕксĕмленнĕ —  у него волосы потемнели
сăмавар тĕксĕмленнĕ — самовар потускнел, потерял блеск

тĕрле

4.
чеканить
кĕмĕл тĕрле — чеканить по серебру
тĕрленĕ пăхăр савăт-сапа — чеканная медная посуда

тĕсевлĕ

имеющий оттенок, с оттенком
-стый, -оватый

сарă тĕсевлĕ — желтоватый
ылтăн тĕсевлĕ — золотистый

тĕслĕ

2.
имеющий какой-л. цвет
-цветный

асамат кĕперĕ тĕслĕ — радужный, всех цветов радуги
виçĕ тĕслĕ ялав — трехцветный флаг
кĕл тĕслĕ — пепельный, пепельно-серый
кĕлтĕслĕ тăпра — подзолистая почва
пăхăр тĕслĕ — цвета меди, медный
темиçе тĕслĕ — разноцветный, многокрасочный
хăйăр тĕслĕ — беж, бежевый, песочного цвета
ылтăн тĕслĕ — золотой, золотистый
юн тĕслĕ — багровый, кроваво-красный
тепĕртĕслĕ сăрла — перекрасить в другой цвет
тĕслĕ-тĕслĕ — разноцветный
тĕслĕ-тĕслĕ шарсем — разноцветные шары

тĕслĕн

каким-л. цветом (блестеть, отливать)
тĕрлĕ тĕслĕн курăн — переливаться разными цветами
шыв кĕмĕл тĕслĕн курăнать — вода отливает серебром

туй

свадебный
комсомолла туй — ист. комсомольская свадьба
ылтăн туй — золотая свадьба
туй арăмĕ женщина — участница свадьбы
туй ачи  — юноша — участник свадьбы
туй каччи — юноша — участник свадьбы
туй йăли-йĕрки — свадебный обряд
туй кĕреки — свадебное застолье
туй тум-тирĕ — свадебная одежда
туй хĕрĕ — девушка — участница свадьбы
туй юррисем — свадебные песни
туй ту — справлять, играть свадьбу

ука

позументный
кĕмĕл ука — серебряный позумент
ука вит — отделывать позументом
ука тыт — отделывать позументом
укапа илемлетнĕ тумтир — одежда, украшенная позументом

укçа

2.
монета
авалхи укçа — 1) старинные деньги 2) старинная монета
кĕмĕл укçа — 1) серебряные деньги 2) серебряная монета
пăхăр укçа — медная монета, медяк
ылтăн укçа — 1) золотые деньги 2) золотая монета, золотой

урта

1.
орда (куçса çӳрекен йăхсен пĕрлешĕвĕ)
ылтăн урта — золотая орда

фонд

фондовый
валюта фончĕ — валютный фонд
директор фончĕ — директорский фонд
ĕç укçи фончĕ — фонд заработной платы
çаврăнăш фончĕ — оборотный фонд
ылтăн фончĕ — золотой фонд
фонд тухăçлăхĕ — фондоотдача

хашак

2.
оправа
рамка

ылтăн хашаклă куçлăх — очки в золотой оправе

хĕрес

крестный
крестовый

пĕчĕк хĕрес — крестик
юман хĕрес — дубовый крест
ылтăн хĕрес — золотой крест
хĕрес çакса çӳре — носить крест

хризантема

(хризантем)

хризантема (капăр чечек)
[грек. chrysantemon <— chrysos — ылтăн, тата anthemion — чечек]
шурă хризантем çыххи — букет белых хризантем

хризолит

мин.
хризолит (сарă-симĕс тĕслĕ хаклă йышши чул)
[грек. chrysolithos <— chrysos — ылтăн, тата lithos — чул]

чу

подр. —
о быстром взлете кого-чего-л.

Чу! кайăп, ылтăн та кĕмĕл пулса анăп. (Тырă сăвăрни). — загадка Взлечу высоко-высоко и упаду в виде золота и серебра. (Веяние зерна).

шăранчăк

1.
сплав
пăхăрпа кĕмĕл шăранчăкĕ — сплав меди и серебра
çирĕп шăранчăксем — твердые сплавы

ылтăн

золотой
ылтăн çĕрĕ — золотое кольцо
ылтăн тăпри — золотая россыпь, золотоносная порода
ылтăн кадар — добывать золото
Пĕчĕккĕ те — ылтăн. — погов. Мала вещь, да золотая. (соотв. Мал золотник, да дорог).

ылтăн

3. перен.
золотой
унăн аллисем ылтăн — руки у него золотые

ылтăн

4.
золотистый
ылтăн тĕслĕ — золотистого цвета
ылтăн шăрçа — золотистые бусы
ылтăн çӳç — золотистые волосы


шур ылтăн — платина
ылтăн пыр — привереда, разборчивый в еде

ылтăн-кĕмĕл

собир.
драгоценности, золото и серебро

юнашар

1.
рядом, близко, недалеко, поблизости
хула юнашарах — город рядом, совсем близко
юнашар лар — сесть рядом
Кĕмĕл кашăкпа йывăç кашăк юнашар выртмаççĕ. — погов. Серебряная и деревянная ложка рядом не лежат.

çăлтăр

2.
звезда, звездочка
пĕчĕк çăлтăр — звездочка
пилĕк йӳплĕ çăлтăр — пятиконечная звезда
Хĕрлĕ çăлтăр орденĕ — ист. орден Красной звездь
«Ылтăн  çăлтăр» медаль — медаль «3олотая звезда»
погонсем çинче виçшер çăлтăр — на погонах по три звездочки

çĕрĕ

(çĕр)

1.
кольцо, колечко
перстень

алмас çĕрĕ —алмазный перстень
венчет çĕрри — обручальное кольцо
куçлă çĕрĕ — перстень, кольцо с камнем
ылтăн çĕрĕ — золотое кольцо
ик аллăма сулкăлама кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ — фольк. чтобы поводить в танце руками, нужно серебряное колечко
Пусă тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (Çăлтăрсем). — загадка Я опустила на дно колодца серебряные кольца. (Звезды).

çурхат

уст.
сюрхат — металлический сосуд на ножках для медовухи и др. напитков
ылтăн тирĕк çинче çурхат вылять — фольк. на золотом блюде сверкает сюрхат с медовухой

çӳç

1.
волос и волосы
кăтра çӳç — кудрявые волосы
сайра çӳç — редкие волосы
хулăн çӳç — густые волосы
шурă çӳç — седые волосы
çӳç кăтри — кудри, локоны
çӳç пайăрки — прядь волос
çӳç пĕрчи — волос, волосок
çӳç пĕрчи çинче тытăнса тăр — перен. висеть на волоске
çӳç çулĕ — пробор
çӳç туни — диал. коса
çӳç арпашнă — волосы спутались
çӳç кастар — постричься
çӳç илтер — постричься
çӳç кăтралат — завиваться
çӳç тура — причесываться
çӳç уç — расчесать волосы
çӳç шуралнă — волосы поседели
çӳçрен лăска — драть за волосы
Улпут майрин ылтăн çӳç. (Хĕвел çаврăнăш). — загадка У госпожи золотые волосы. (Подсолнух).

ăраскал

1.
счастье, удача
удачливость

ман ăраскала — к моему счастью
ăраскал кур — жить счастливо
ăраскал сун — пожелать счастья
ылтăн ука хутăрĕ явăнтăр, пирĕн ăраскалсем çаврăнтăр — фольк. пусть свивается в моток золотой позумент, пусть придет к нам счастье

курс

4.
курс (валюта хакĕ)
валюта курсĕ —  валютный курс
ылтăн курсĕ — золотой курс

тус

I.

1.
друг, приятель
ĕлĕкхи туc — давний, давнишний друг
тахçанхи туc — давний, давнишний друг
инçетри тус — далекий друг
пĕртен-пĕр тус — единственный друг
чи çывăх тус — самый близкий друг
фронтри тус — фронтовбй друг
шанчăклă тус — верный друг  
тус пул — подружиться, стать друзьями
Туссăр этем — уй варринчи тунката. — погов. Человек без друзей — что столб посреди поля.
Пин ылтăн мар, пин тус туян. — погов. Заимей не тысячу золотых монет, а тысячу друзей. (соотв. Не имей сто рублей, а имей сто друзей).

сапас

запасной, запасный
вутă запасĕ — запас дров
запас вутă — запас дров
пĕлӳ запасĕ — запас знаний
сăмах запасĕ — запас слов
ылтăн запасĕ — золотой запас
запас алăк — запасный выход
запас пайсем — запасные части, запчасти
запас тыт — держать про запас
запас хатĕрлесе ту — запасать
запас хатĕрле — запасать
Запас хыçран тапмасть. — посл. Запас под зад не дает. (соотв. Запас кармана не трет).

шурă


куç шурри — белки глаз
çăмарта шурри — белок яйца
карттă çинчи шурă пăнчăсем — белые пятна на карте
шурă амакмед. белая горячка
шурă армутибот. полынь горькая
шурă вĕрене — явор
шурă кăмпа — боровик, белый гриб
шурă кăрăç — груздь, подгруздок
шурă ылтăн — 1) платина 2) белое золото, хлопок
шурă куçпа пăх — смотреть косо, недовольно (букв. смотреть белыми глазами)
хурапа шурра ан уйăр — не отличать черное от белого
хурапа шурра тӳс — хлебнуть лиха, испытать невзгод
шурă ялав çĕкле — выкинуть белый флаг, сдаться

хура


куç хури — зрачок
хура кайăк — дрозд
хура карамед. темная вода (болезнь глаз)
хура кăмпа — чернушка (гриб)
хура кăрăç — черный груздь
хура кĕр — поздняя осень
хура пулă — линь
хура пуçбот. рогоз
хура сарамакдиал. чахотка, туберкулез
хура сĕлĕбот. овсюг
хура çăкăр — черный хлеб
хура çĕлен — гадюка
хура çил — смерч
хура çырла — 1) черника 2) ежевика 3) ягоды паслена
хура тăм — сильные заморозки
хура тăхлан — свинец
хура тирек — осокорь
хура халăхуст. черный люд, крестьяне
хура хырăм — подуст (рыба)
хура чир — проказа
хура ылтăн — черное золото (нефть)

симĕс


симĕс пăрçа — зеленый горошек
симĕс чей — зеленый чай
симĕс ылтăн — хмель (зеленое золото)
симĕс кайăкдиал. дятел

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Кĕмĕлле

яз. и. ж. А.Турх. (Ашм. Сл. VII, 252): Кĕмĕл "серебро" + -ле

Кемĕлпи

яз. и. ж. Т.-И.-Шем., САСС (Ашм. Сл. VII, 252): Кĕмĕл "серебро" + -пи. См. Кĕмĕлпикке.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

кĕмĕл

1. П.п. Укçа-тенкĕ, нухрат (туп.), финанс пур-лăхĕ. Сана аван, кĕсйӳне таçтан та кĕмĕл юхса кĕрет. А.Афа-насьев, 1985, 74 с. «Эларăн» пĕтĕм укçи тенĕ пек унта [«Аяр» банкра], ... халĕ вара завод хăйĕн «кĕмĕлне» «Аяртан» туртса кăлараймасть. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Район бюджетĕнче ун чухлĕ кĕмĕл çук. А-д, 17.12.1999, 4 с. Апат-çимĕç илме те кĕмĕл юлман иккен. ÇХ, 2001, 34 /, 2 с. — «кĕмĕл» тыттар (Х-р, 21.02.1997, 4 с.); «кĕмĕл» пар (Ар, 2000, 10 /, 4 с.). 2. Ç.п. Ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн паракан медаль. Т.Герасимова 3 çухрăмра иккĕмĕш, çухрăм çурăра виççĕмĕш пулса «кĕмĕлпе» «пăхăра» çĕнсе илнĕ. Х-р, 11.07.1997, 4 с. Ларисăпа Ольга Раççейшĕн «ылтăнпа» «кĕмĕл» çĕнсе илчĕç. Х-р, 13.02.1998, 4 с.

конкурсçă

ç.с. Конкурса хутшăнакан çын. Баянист баяна тăсса ярса кĕвĕ шăрантарать, конкурсçăсен вара мĕнле юрă пулнине куракансене пĕлтермелле. Х-р, 20.02.1996, 4 с. Чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсне ирттерме йышăннă... Конкурсçăсен фестивале хутшăнма кăмăл пурри çинчен йĕркелӳ комитетне пĕлтермелле. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с.

нухрат

п.п. Укçа, укçа-тенкĕ, кĕмĕл (туп.). Ăçтан-ха упăшку нухрат çитертĕр, шалу çумне мĕскер хушас-ха ун тата. С.Шавлы //К-н, 1959, 11 /, 5 с. «Акă вăл нухрат! Кĕсье тулли!»пĕр ывăç хут укçа туртса кăларать Смирнов. К-н, 1977, 16 /, 9 с. Наташа ... ним шелсĕр укçа-тенкĕ тăкакланă. Светлана тĕлĕнсех кайнă, ăçтан унăн çавăн чухлĕ нухрат. Т-ш, 1999, 2 /, 4 с. Мускава килме ... вĕсен нухрачĕ те çук. ХС, 1999, 36 /, 2 с. — нухрат пар (В.Алендей, 1979, 110 с.; К-н, 1986, 17 /, 7 с.); нухрат тӳле (К-н, 1987, 15 /, 10 с.; ÇХ, 1998, 44 /, 8 с.); нухрат туп (Х-р, 18.09.1992, 3 с.; Ар, 2001, 15 /, 3 с.); нухрат уйăр (ХС, 1999, 12 /, 3 с.; С-р, 2002, 40 /, 2 с.); нухратпа ти-вĕçтер (Х-р, 6.07.2001, 4 с.); нухрат енчĕкĕ (Х-р, 21.05.1999, 1 с.); — пухăннă нухрат (Х-р, 21.08.1998, 1 с.); район бюджетĕнчи нухрат (ÇХ, 2001, 47 /, 2 с.).

пăхăр

ç.п. Спорт ăмăртăвĕнче е конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн паракан медаль тата унăн пахалăхĕ; бронза, туйăр (туп.). Дистанцие Алина чи малтан вĕçлерĕ, Еленавиççĕмĕш! Апла тепĕр ылтăн тата пăхăр медаль чăваш хĕрĕсенче! Ç-т, 1992, 9—10 /, 19 с. Т.Герасимова 3 çухрăмра иккĕмĕш, çухрăм çурăра виççĕмĕш пулса «кĕмĕлпе» «пăхăр» çĕнсе илнĕ. Х-р, 11.07.1997, 4 с. Тăваттăмĕш пултăм, темиçе çеккунт çеç çитмерĕ пăхăр медаль валли. ÇХ, 30.04.1998, 4 с. «Красноярская» сортли [вермишель] вара виççĕмĕш степень диплома тата пăхăр медале илме тивĕç пулнă. Х-р, 3.04.2001, 1 с.

пысăклату

п.с., лит. Çыравçă (калавçă) пĕр-пĕр пулăма е пахалăха курăмлă кăтартмашкăн вышкайсăр ӳстерсе сăнлани; гипербола. «Дон шывне ĕçсе пĕтерем...»оригиналĕнче кунашкал пысăклату (гипербола) çук пек. П.Хусанкай, 1977, 73 с. Ылтăн мăйракаллă пăлана ... пысăклату мелĕпе (гиперболăпа) кăтартнă, «мăйраки пĕлĕте перĕнет...». ЧС, 1994, 8 кл., 49 с. — танл., мăнлату «гипербола» (П.Метинпа А.Мефодьев, 1997, 28 с.).~~

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

кĕмĕл

серебро
кĕмĕл укçа — серебряные деньги

куçăх

сглазиться; куçăхнăçкĕ сна, ылтăн улмаçăм – сглазили тебя, мое золотое яблоко.

104 стр.

çăпата

лапти; çăпата ту, хуç – лапти плести; кĕмĕл çăпаталă çын кирлĕ – в серебряных лаптях человек нужен; çăпата кантăри – веревка у лаптей.

189 стр.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

корона

хаклă чулсемпе илемлентернĕ ылтăн çĕлĕк. Вăл патша аслăлăхне пĕлтерекен япаласем ак çаксем: ылттăнтан туса хаклă чулсемпе илемлентернĕ çĕлĕк (корона) пулнă, çине хĕрес лартнă чăмăр япала (держава), вĕçне ăмăрт кайăкĕ тата хĕреслĕ корона лартса тунă туя (скипетр) пулнă, тата Сибирти юс тирĕпе тыттарнă çиелтен тăхăнмалли тумтир (профира) пулнă [Священное 1896:6].

мина

кĕрепенке кĕмĕл. Вăл хăйĕн вунă чурине чĕнсе илсе вĕсене вунă мина (вунă кĕрепенке кĕмĕл) парса каланă: эпĕ тавăрăниччен çак минăсемпе тупăш тăвăр тенĕ [Лука 19:13].

платина

шурă ылтăн. Çакăн пек япаласенчен пĕрне шурă ылтăн (белое золото), тепĕр тĕслĕ платина теççĕ [Çулталăк 1914:8].

ртуть

чĕрĕ кĕмĕл. … çан-çурăм вĕрийĕпе термометр ăшăнчи ртуть (чĕрĕ кĕмĕл) ăшăнса 39,5 градуса çитиччен çӳлелле улăхнă [Чума 1897:9–10]; Ртуть – чĕрĕ кĕмĕл. Таçта, астăваймастăп, вырăссем кĕнеке çине (Христофоров мар-ши вара) живое серебро тесе çырать [Тимофеев 2002:362].

рудник

ылтăн чул е урăх хаклă чул кăларма алтнă шăтăк. Эпĕ илтрĕм: вăл çурта туса пĕтерме Христос тĕнне тытакан çынсене тĕрмесенчен, рудниксенчен (рудник тесе ылтăн чул е урăх хаклă чул кăларма алтнă шăтăксене калаççĕ) кăларса килмелле теççĕ тенĕ [Фабиола 1912:14].

синагога

еврейсен чиркĕвĕ. Еврейсен синагога тиекен чиркĕвĕ алăк çăрине çĕмĕрнĕ, кĕмĕл япаласене вăрласа кайнă [Хыпар 1906, № 14:215].

термометр

сивĕпе ăшша пĕлтерекен хатĕр. Унтан тата ураран ӳкнĕ кунах çынна тапхăрăн-тапхăрăн темĕн тĕрлĕ ăшăрхатса вĕрилентернĕ, термометр (вăл сивĕпе ăшăна кăтартса пĕлтерет) лартса пăхсан çан-çурăм вĕрийĕпе термометр ăшăнчи ртуть (чĕрĕ кĕмĕл) ăшăнса 36,5 градуса çитиччен çӳлелле улăхнă [Чума 1897:9–10].

тимĕр-таш

ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, тимĕр, тăхлан, чĕр кĕмĕл т. ыт. <…> тимĕр, шăвăç, пăхăр тата ытти тимĕр-ташсем* хĕвел çинче йывăçран, хутран часрах ăшăнаççĕ, сивĕнме те час сивĕнеççĕ. * Тимĕр-ташсем: ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, тимĕр, тăхлан, чĕр кĕмĕл тата та нумай [Первая 1909:78].

штейгер

çĕртен е ылтăн, е тимĕр чавтарса кăларттаракан ăста. Вăл (йĕркене) ĕçе пĕлекенсем губернски земствăн штейгерсем (çĕртен е ылттăн, е тимĕр чавтарса кăлартаракан ăстасем) пур [Селивановский 1913:25].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

благородный

прил. (син. высоконравственный, честный; ант. подлый, низкий), благородно нареч.
пархатарлă, чыслă; совершить благородный поступок пархатарлă ĕç ту ♦ благородные металлы паха йышши металсем (ылтăн, платина, кĕмĕл)

браслет

сущ.муж.
1. сулă (алă сыппине илемшĕн тăхăнаканни); золотой браслет ылтăн сулă
2. сехет сăнчăрĕ, сехет çыххи (металран туни)

драгоценность

сущ.жен.
хаклă япала; драгоценности капăрлăх, ахах-мерчен, ылтан-кĕмĕл

золото

сущ.сред.
ылтăн; изделия из золота ылтăн япаласем

золотой

прил.
ылтăн ...; ылтăн -ĕ; золотое кольцо ылтăн çĕрĕ; золотой запас страны çĕршывăн ылтăн запасĕ ♦ золотой работник питĕ ăста ĕçчен; золотая осень ылтăн кĕркунне (хура кĕркунне умĕнхи хĕвеллĕ тапхăр); золотая свадьба ылтăн туй (мăшăрланнăранпа аллă çул çитнине уявлани); золотые руки ылтăн алă (ăста çын çинчен)

кольцо

сущ.сред.; множ. кольца
1. (син. окружность) ункă, кăшăл, çаврашка; стальное кольцо хурçă кăшăл; выполнять упражнения на кольцах ункăсем çинче хăнăхтарусем ту
2. çĕрĕ; золотое кольцо ылтăн çĕрĕ ♦ годичные кольца дерева йывăçăн çулталăк ункисем; взять противника в кольцо тăшмана çавăрса ил

корпус

сущ.муж., множ. корпусы и корпуса
1. (син. остов) кăшкар; корпус судна карап кăшкарĕ; часы в золотом корпусе ылтăн кăшкарлă сехет
2. (син. здание) çурт; больничные корпуса больница çурчĕсем
3. (син. туловище) кĕлетке, ӳт-пӳ; человек с крупным корпусом капмар кĕлеткеллĕ çын
4. корпус (çар пĕрлешĕвĕ); танковый корпус танк корпусĕ ♦ дипломатический корпус дипломатсен корпусĕ (пĕр-пĕр çĕршыври ют çĕршыв дипломачĕсем); депутатский корпус депутатсен йышĕ

кубок

сущ.муж.
1. черкке (пысăкки); серебряный кубок кĕмĕл черкке
2. кубок (спорт ăмăртăвĕнче çĕнтерекене паракан парне— илемлĕ ваза); соревнования на кубок России Раççей кубокĕшĕн ирттерекен ăмăрту

медаль

сущ.жен.
медаль (тава тивĕçлĕ ĕçшĕн паракан паллă); боевая медаль çар медалĕ; он окончил школу с золотой медалью вăл шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ

металл

сущ.муж.
металл; чёрные металлы хура металсем (тимĕр, хурçă, чугун); драгоценные металлы хаклă йышши металсем (ылтăн, кĕмĕл, платина)

монета

сущ.жен.
укçа, вак укçа; серебряная монета кĕмĕл укçа; монета в десять копеек вунă пуслăх укçа

окончить

глаг. сов.
1. (син. завершить; ант. начать) вĕçле, пĕтер; окончить работу вовремя ĕçе вăхăтра вĕçле
2. (син. выучиться; ант. поступить) вĕренсе тух, пĕтер; он окончил школу с золотой медалью вăл шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ

осень

сущ.жен. (ант. весна)
кĕр, кĕркунне; золотая осень ылтăн кĕркунне (çулçăсем саралнă вăхăт); осень наступила кĕр çитрĕ

рука

сущ.жен., множ. руки
алă; правая рука сылтăм алă; поздороваться за руку алă пар, алă тыт (саламласа); идти под руку çавтăнса пыр ♦ по левую руку сулахай енче; у него есть рука унăн хунтă пур; золотые руки ылтăн алă, ăста; лёгкая рука алли çăмăл; не с руки майлă мар; под горячую руку тарăхнă самантра; рукой подать питĕ çывăх; не покладая рук ырми-канми; рука не поднимается хăю çитмест; взять себя в руки лăплан; мастер на все руки пур ĕçе те ăста; руки не доходят алă çитмест (ĕç тума)

свадьба

сущ.жен.
туй; играть свадьбу туй ту ♦ золотая свадьба ылтăн туй (мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине уявлани)

серебро

сущ.
сред. кĕмĕл; изделия из серебра кĕмĕл япаласем

серебряный

прил.
кĕмĕл ...; кĕмĕл -ĕ; серебряная ложка кĕмĕл кашăк; серебряный рудник кĕмĕл рудникĕ

хан

сущ.муж.
хан, хун (тухăçри авăлхи халăхсен патши); ханы Золотой Орды Ылтăн Урта хунĕсем

чарка

сущ.жен.
черкке; серебряная чарка кĕмĕл черкке

ювелир

сущ.муж.
ювелир (хаклă чулсенчен, ылтăн-кĕмĕлрен капăрлăх ăсталакан)

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

алюминий

м н. н е т алюмини (кĕмĕл тĕслĕрех шурă, çамăл металл).

коронка

1. шӑлӑн тулаш енӗ; 2. коронка (пӑсӑлнӑ шӑл ҫине тӑхантартса лартакан ылтăн е хурҫӑ хупӑ).

серебро

1. кĕмĕл; 2. кĕмĕл япала; 3. кĕмĕл укҫа.

серебряный

кĕмĕл, кӗмӗлтен тунӑ; серебряные часы кĕмĕл сехет; серебряная свадьба кĕмĕл туй (упӑшкипе арӑмӗ пӗрле пурӑнма пуҫланӑранпа ҫирӗм пилӗк ҫул ҫитни).

потускнелый

тӗксӗмленнӗ (кĕмĕл).

проба

1. сӑнаса пӑхни, тĕрĕслесе пăхни (сасса); проба пищи апата тутанса пăхни; возьму на пробу юрӑхлӑхне сӑнаса пӑхма илетӗп; 2. проба; серебро 84-ой пробы 84 пробӑллӑ кӗмӗл (96 пайран 84 пайĕ таса кĕмĕл, 12 пайĕ ытти металсем).

пробный

1. сӑнамалла, сӑнас шутпа тунӑ, сӑнас шутпа панӑ (урок); 2. пробăлла (кĕмĕл япала).

червонец

, -нца червонец, ылтăн укçа, вунă тенкĕлĕх хут укçа.

червонный

1. устар. хĕрлĕ; 2. таса; червонное золото таса ылтăн.

тиснение

1. пусса пичетлени, ӳкерни; 2. ӳкерсе тунă тĕрĕ, çыру; на переплёте тиснение золотыми буквами кĕнеке хуппи çине ылтăн саспаллисемпе çапнă (пичетленĕ).

титан

титан (1. авалхи грексен мифологийĕнчи улăп; 2. перен. пысăк ăслă, хăйĕн чаплă ĕçĕсемпе питĕ паллă çын; 3. хими элеменчĕ — кĕмĕл тĕслĕ хытă шурă металл).

целковый

устар. пĕр тенкĕлĕх кĕмĕл укçа, пĕр тенкĕ.

фольга

мн. нет фольга (куçкĕскин тӳнтер енне çыпăçтармалли е кĕнеке хуппи çине ӳкерчĕксем тумалли тăхлан, кĕмĕл, ылтăн çӳхе листа).

благородный

хăйĕн интересĕсене манса çыншăн тăрăшакан (çын), ырă кăмăллă (çын); благородные металлы тутăхман металсем (ылтăн, кĕмĕл, платина).

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

пингвин

пингвин — spheniscus [Антарктидăра пурăнакан пысăк тинĕс кайăкĕ]; Антарктида пингвинĕ антарктический пингвин — pygoscelfs antarctica; Галапагос пингвинĕ галапагосский пингвин — spheniscus mendiculus; Гумбольдт пингвинĕ пингвин Гумбольдта — spheniscus humboldti; император пингвин императорский пингвин — aptenodytes forsteri; король пингвин королёвский пингвин — aptenodytes patagonica; куçлăхлă пингвин очковый пингвин — spheniscus demersus; Магеллан пингвинĕ Магелланов пингвин — spheniscus magellancus; пĕчĕк пингвин малый пингвин — eudyptula minor; cap куçлă пингвин желтоглазый пингвин — megadyptes antipodes; тĕпеклĕ пингвин хохлатый пингвин — eudyptes chrysocome; шур çунатлă пингвин белокрылый пингвин — eudyptula albosignota; ылтăн çӳçлĕ пингвин златоволосый пингвин — eudyptes chrysolophus

щурка

щурка — merops (йăвине çыран хĕрринче çĕр чавса тăвакан хитре вĕçен кайăк]; симĕс щурка зелёная щурка — merops superciliosus; хĕрлĕ щурка красная щурка — merops nubicus; ылтăн щурка золотистая щурка — merops apiaster

В.Г. Егоров редакциленĕ чăвашла-вырăсла словарь (1935)

часи

часы
кĕмĕл часи — серебряные часы
см. сехет

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

валютный

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

золотой

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

ломбард

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

свадьба

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Quecksilber

cĕr(ĕ) kĕmĕl
чĕр(ĕ) кĕмĕл

Silber

kĕmĕl
кĕмĕл

silbern

kĕmĕl
кĕмĕл

Çавăн пекех пăхăр:

ылтăн ылтăн ăйхă ылтăн çӳçлĕ пингвин ылтăн щурка « ылтăн-кĕмĕл » ылтăнла ылтăнлан ылтăнлат Ылттăнпи ылхав

ылтăн-кĕмĕл
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org