Шырав: ӳпне-питне

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

анне

II. межд.
выражает сильное удивление

матушки

аннем! питне тăм илнĕ-çке! — матушки! да ты обморозил лицо!

илемсĕрлет

делать некрасивым
уродовать, обезображивать

шатра унăн сăн-питне илемсĕрлетнĕ — оспа обезобразила его лицо
япăх çĕленĕ тумтир кĕлеткене илемсĕрлетет — плохо сшитая одежда уродует фигуру

картлантар

3.
морщить, образовывать морщины, складки
çамкине картлантарать — он морщит лоб
ача питне-куçне картлантарать — мальчик гримасничает

картлантар

5.
подергивать рябью, рябить
çил кӳлĕ питне картлантарчĕ — ветерок подернул озеро рябью

кĕççе


кĕççе пит — бесстыдник, бесстыжий человек
питне кĕççе çĕленĕ — он позабыл совесть и стыд (букв. закрыл лицо кошмой)

намăссăр

бессовестно, бесстыдно, бесчестно
нагло, нахально

намăссăр хăтлан — вести себя нагло
намăссçр çын — бессовестный человек
вăл ним намăссăр суять — он врет без зазрения совести
Намăссăр çыннăн питне кĕççе çĕленĕ. — погов. У бессовестного лицо зашито войлоком.

пăчăр

II.
пятнистый, крапчатый, с пятнами, с крапинками
пăчăр галстук — галстук в крапинку

пăчăр-пăчăр —
1) то же, что пăчăр II.
питне пăчăр-пăчăр хĕрлĕ тапса тухрĕ — у него на лице появились красные пятна
2) каплями, в виде капель
пăчăр-пăчăр тар юхать — пот течет градом, стекает каплями

пĕркеле

3.
гримасничать, строить рожи
ача питне-куçне пĕркелет — мальчик гримасничает

пит


пит супăнĕ —  туалетное мыло
хĕвел пичĕ — припек, солнцепек
хĕвел питти — припек, солнцепек
Кăмакара пиçменни хĕвел питĕнче пиçес çук. — погов. Что не испеклось в печи, на солнце не допечется.
пит пĕçер — позориться, срамиться
кĕççе пит — бессовестный, бесстыжий
питне кĕççе çĕленĕ — он потерял всякий стыд
пит çу — умываться
кушак пит çăвать, хăна килет — кошка умывается — к гостям (народная примета)

пус

3.
разрастаться, покрывать, заглушать что-л. (о растениях)
калчана çум пусса илнĕ — сорняки заглушили посевы
питне сухал пусса илнĕ — его лицо заросло бородой

пус

5.
покрывать
питне тар пĕрчисем пусрĕç — капли пота покрыли его лицо, его лицо покрылось каплями пота
сĕтеле тусан пуснă — на столе слой пыли

сăн

4.
цвет
оттенок

симĕс сăнлă пусма — материя с зеленоватым оттенком
хура сăнлă— темного цвета, темноватый
питне хĕрлĕ сăн кĕчĕ —у нее на щеках появился румянец
кĕпен сăнĕ кайнă — рубашка потеряла цвет, полиняла

сĕмле

2.
омрачать, затуманивать
ун сăн-питне хуйхă сĕмлерĕ — его лицо омрачила печаль

тĕс-пит

то же, что тес-йĕр
этем тĕс-питне çухат — потерять человеческий облик

тирĕн

5.
падать ничком
ӳпне тирĕн — упасть ничком
тирĕнсе ӳк — растянуться ничком
тирĕнсе ан — растянуться ничком

тискерлет

3.
делать страшным, ужасным
делать трагическим

хăрани сăн-питне тискерлетсе пăрахрĕ — страх обезобразил его лицо

топографи

1.
топография (геодезии çĕр питне виçсе ӳкерекен пайĕ)
[грек. topos — вырăн, тата graphō — çыратăп]

шыçăнтар

вызывать опухоль, отек
питне вăрăмтунасем çыртса шыçăнтарса янă — его лицо распухло от комариных укусов

ӳпне

вниз лицом, ничком
ниц
уст.
ӳпне вырт — лечь вниз лицом
ӳпне ӳк — упасть ничком

ӳпне-питне

вниз лицом, ничком
ниц
уст.
ӳпне-питне çаврăннă машина — перевернутая машина

çап

22.
показываться, появляться, проступать
питне хĕрлĕ тăс çапнă — у нее на лице выступил румянец
пĕлĕте пушар çути çапнă — на небе отражалось зарево пожара

ӳпне-питне


ӳпне-питне çавăракан хыпарсем — ошеломляющие известия

ӳпне


ӳпне çăпан — карбункул

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

асилтер

п.в. Аса илтер, астутар, ăша килтер. Сĕт шăрши... мĕне асилтерет, атьсемĕр. А.Алга, 1962, 52 с. Вырăнĕ-вырăнĕпе пирĕн уй-хир çыннăн пĕркеленнĕ сăн-питне асилтерет. В.Алендей, 1979, 6 с. Унăн [çăмартан] хĕрлĕ тĕсĕ эпир Христос юнĕпе çĕнелнине асилтерет. П-н, 1990, 3 /, 10 с. Пĕрлешмен шăпасене асилтерĕ тĕрĕ. Г.Ефимов //ТА, 1991, 9 /, 2 с. Шĕвĕ яшка ... пăтранчăк шыва асилтеретчĕ. ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

сăн

пит; кĕлетке. Эй Турă, пире ырăлăхлă пул, пире перекет пар, сăнна (питне) пире çутă хальлĕн тыт, çырлах пире [Пасхальнаяа 1882:31]; Эпĕ Никанора курсанах палларăм, мĕншĕн тесен Шăмалакра, йăмăкĕ панче, унăн сăнĕ (кĕлетки) пур [Архипов 1984:281].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

география

сущ.жен.
географи (çĕр питне, ун çинчи пурнăçа тĕпчекен ăслăх); физическая география çут çанталăк географийĕ; экономическая география экономика географийĕ

лежать

глаг. несов.
1. вырт; лежать на земле çĕр çинче вырт; лежать на спине месерле вырт; лежать на животе ӳпне вырт
1. 1 и 2 л. не употр. (син. находиться) пул, упран, вырт; ключ лежит в кармане çăраççи кĕсьере выртать; деньги лежат в банке укçа банкра упранать
3. (син. располагаться; направляться) пул, вырнаç, вырт; дорога лежит через лес çул вăрман витĕр выртать ♦ душа не лежит чун туртмасть; лежать на боку хăяккăн вырт (ĕçлемесĕр)

ничком

нареч. (ант. навзничь)
ӳпне; лежать ничком ӳпне вырт (хырăм çине)

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕвел пичĕ

солнцепёк. Пазух. Хĕвел питĕнчи курăка юр айĕнче куç курать. ''Изамб. Т''. Ун пек сăрт çинче, хĕвел питĕнче курăксем шăтса туха пуçларĕç. ''Ала'' 59°. Кив кĕмĕлтен çĕрĕ те эп хывтартăм, хĕвел питне хурса та хăвартăм. ''Ск. и пред. чув''. 29. Хĕвел питĕнче унта Шупуç ларать. ''Изамб. Т''. Ĕнесем, лашасем, сурăхсем хĕвел нитĕнче ăшăнса тăраççĕ. ''Туперккульос''. 28. Тула илсе тухса, хĕвел пичĕ çине çакса ямалла. ''Баран''. 95. Хура кăвак ту хыçĕнчен кăшт анчах хĕвел пичĕ курăнчĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

дно

мн. донья, доньев тӗп; золотое дно пысӑк тупӑш паракан ӗҫ, вырӑн; вверх дном ӳпне; выпить до дна тĕппипе ӗҫ (тӗппи курка!)

мазаться

-жусь несов. 1. сӗрӗн; 2. варалан, варала; она мажется вӑл питне писев сӗрет; стена мажется стена варалать.

вверх

çӳлелле, тăвалла; вверх по реке Волге Атăл тăрăх тăвалла; опрокинуть вверх дном ӳпне вырттар; все вверх дном пошло пурте ӳпне-питне, айлăн-çийлĕн пулса пĕтрĕç.

опрокидывать

кого, что несов., опрокинуть сов. 1. тӳнтер, тӳнтерсе яр, ӳпне вырттар, ӳпӗнтер, тĕшĕрсе антар; 2. сирсе яр, сирсе ывӑт.

уткнуться

-нусь во что сов. разг. 1. хĕсĕнсе тăр (кĕтесре), пите пĕр-пĕр япала ăшне чик; девочка уткнулась головой в подушку хĕрача питне минтер ăшне чикнĕ; 2. чик, пек; он уткнулся в книгу вăл пуçне кĕнеке çине чикнĕ.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

география

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Çавăн пекех пăхăр:

ӳпле ӳплен ӳплентер ӳпне « ӳпне-питне » ӳппĕн-тĕппĕн ӳпре ӳпре-вис ӳпре-пăван ӳпре-шăна

ӳпне-питне
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org