Шырав: çур

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

весна
весенний
весной, весною, по весне
çур еннелле, çура хирĕç — к весне
çур кунĕ — весенний день
çур шывĕ — весеннее половодье, вешние воды
çур çитрĕ — наступила весна
кăçал çур ир килчĕ — в этом году весна наступила рано
кикак, кикак хуркайăк çур килет те кĕр каять — фольк. звонкоголосые гуси весной прилетают, осенью улетают
Çур ырхан та кĕр мăнтăр. — посл. Весна тоща, да осень тучна.
II.
(çурă)  

половина
пол-, полу-

çур гектар — полгектара
гектар çурă — полтора гектара
çур ĕмĕр — полвека
çур литр кĕленчи — полулитровая бутылка
çур çулта — 1) на полпути 2) в полугодовалом возрасте
çур çултан — 1) с полпути 2) через полгода
çур çулхи — полугодовалый
çур тăлăх — полусирота
пилĕк хут çурă — в пять с половиной раз
кунта çурри çеç — здесь только половина
иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурри —вторая половина прошлого столетия
çур хакпа сут — продать за полцены
III. глагл.

1.
рвать, разрывать
раздирать
разг.
çурмалла çур — разорвать пополам
çурса ил — оторвать
кĕпене çуртăм — я порвал рубашку
кĕнекене кам çуркаласа пĕтернĕ? — кто изодрал книгу?
Тип кашăк çăвара çурать. — погов. Сухая ложка рот дерет.
2.
пороть, распарывать
çурса яр — распороть
çĕвĕ тăрăх çур — пороть по шву
3.
колоть, рубить
вутă çур — колоть дрова
çурнă вутă — колотые дрова
çурса пĕтер — 1) изодрать (напр. одежду) 2) поколоть, доколоть (до конца)
4.
пилить, распиливать
хăма çур — пилить на доски
хăма çуракан савăт — лесопильный завод
5.
разрезать, рассекать
карап шыва çурса пырать — корабль разрезает воду
вершен сывлăша çурса вĕçет — стриж рассекает воздух
6.
потрошить
вскрывать

вар çур — вскрыть живот
пулă çур — потрошить рыбу
7.
подмывать, размывать, промывать
шыв пĕвене çурса кайнă — вода промыла плотину
уйсене шыв çурасран сыхла — защищать поля от размыва
8.
пропахивать
окучивать междурядья

çĕрулми çур — пропахать междурядья картофеля
9.
обдирать
молоть
(на крупу)
вир çур — обдирать просо
кĕрпе çуракан арман — крупорушка
10.
задрать, загрызть, растерзать
хир качакине арăслан çурнă — лев задрал косулю
çурса пăрах — 1) разодрать (напр. одежду) 2) растерзать кого-л. (о хищниках)
11.
распускать листья, цветы, расцветать
çеçке çур — расцветать
чие çеçке çурнă — вишня рацвела
йывăçсем çулçă çурнă ĕнтĕ — деревья уже распустили листья
12.
звучать громко, греметь
оглушать

сасси хăлхана çурать — его голос звучит оглушительно громко
Лутра вырăс ял çурĕ. (Шăнкăрав). — загадка Невысокий русский на всю деревню орет. (Колокольчик).
13. перен.
терзать, разрывать
жечь

хуйхă чĕрене çурать — горе терзает сердце
14.
бить, ударять в нос
разить
прост.
бензин шăрши çурать — разит бензином


çĕр çурасла — громогласно, оглушительно
çĕр çурасла кăшкăраш — оглушительно галдеть

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

весна; çуркунне – весна, весной; çур-тырри – яровое поле.

199 стр.
колоть; пилить
хăма çур – колоть доску
половина
çур кĕрепенкке — полфунта
çур пăт — полпуда
çур-çĕрте — в полночь
çурçĕр йенĕ — север
çур-çĕрпе хĕвел тухăçĕ хушши — северо-восток
çур çул — полгода
ачасем пĕрер тенкĕ çурă (тенкĕ çуршар) парса пĕрер кĕнеке илчĕç — дети купили каждый по полуторорублевой книге

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(с’ур), то же, что çывăр, çăвăр, спать. СПВВ. ТА. Çурас = çывăрас. Сятра. Пĕр çĕнĕ-çын кăнтăрла вус аньа (= ăвăс айне, под осину) кĕрсе выртса, тет те, çурат, тет. Шибач. Выртрĕç те çурчĕç. Сятра. Хытă çурса лартса (выспался), кăнтăрла выртса та! Ала 29°. † Ай, аки, сарă аки! Илсен ман арăм полмăн-ши? Çурсан, ачи польмĕ-ши? N. Вонпĕр сахатра тин çуратпăр (ложимся спать), онсăрăн ĕç пĕтмес. Сĕт-к. Сурни (спанье) путьăнлах полмар, ахаль йăванкаласа выртрăм анчах. (В Якейк. этого оборота нет). || Застояться (о крови), одеревенеть (о ноге, руке). Шибач. Йон çурчĕ. N. Ура çурнă.
то же, что? Çăвăр, детёныш. Собр. † Пирĕн атте кил-картинче пысăк вĕлле çур кăларать. Альш. Çур çăват.
(с’ур), разрывать надвое, разорвать. N. Вилнĕ çыннăн кĕпине хывса илмеççĕ, çурса кăлараççĕ. Чăвашсем 26. Унтан вара çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. N. Эпĕ кĕпене туратран (за сук) çаклатса çуртăм. || Распороть. N. Пулла çур. Бес. чув. 11. Пĕр йывăр çыннăн хырăмне хĕçпе çурса янă. || Разбивать (голову). Абаш. Конта ӳксе, поçна çорăн! (напр., на льду). Б. Яуши. Ача хăвăртрах пуçне тата икке çурса пăрахрĕ, тет те, хуçана тăратма карĕ, тет. || Колоть, раскалывать, пилить, рвать вдодь. Тăв. 14. Унтан лăпсăркка сар чечеклĕ аккас, чаршав пек яр уçăлса, çинçе пилĕклĕ пуп хĕрне çурса кăларчĕ (вдоль). Ib. ЬI. Анаткас пуянлăх пит аван курăнать. Пурин те çурса тунă ампарай, пахчинче хăмла, пыл-хурчĕ. Кратк. расск. 9. Тепĕр кунне ирхине ирех тăнă та, вутă çурнă. Çутт. 42. Атте авăн кăмакине çурман юман вутти пăрахрĕ. || Окучивать. Альш. Унтан ăна (картофель) çумлаççĕ, çум вăхăтĕнче суха-пуçпе çураççĕ. Ямаш. Пирн паян омма çормала та-ха (соха пуçпе копаламалла). || Размывать. N. Шыв çурса каят. Баран. 243. Океансем çĕрелле çурса тăракан пайĕсене тинĕссем теççĕ. Трхбл. Ăна пытарнă тĕле шыв çурса кайнă (водою размыло его могилу). N. Вăл (он) лачака çине те кĕнĕ, шыв çурнă лакăмсене те кĕрсе тухнă. || Обдирать (зерно). N. Кĕрпе арманĕ умĕнче виç путалкка тулă çуртăм. Толст. Кĕрпе çуракан арман (круподёрка). Эпир çур. çĕршыв 23. Тата уйрăм кĕрпе çурмалли арман пур, çу çаптармалли машшин пур. || Перерезать. Эпир çур. çĕршыв 23. Сылтăм енчен улăхалла çак хире виçĕ тип çырма çурса тухаççĕ (перерезают три оврага). || Зарезать. К.-Кушки. Пирĕн сурăхсене кашкăр çурнă. Наших овец зарезал волк. Юрк. Лашине кашкăр çурса тухат. || Пробивать. Кĕвĕсем. Чăршă кĕлет алăкне витĕр çурса кĕрĕпĕр, вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || Разрушать. Вĕлле хурчĕ 27. Карас çине хăпарса пĕтĕм караса çурса (çул туса) шăтарса ерешмен картипе карса пĕтереççĕ. N. Питĕ хытă юрлаççĕ, пӳрте çурса прахас пек (того и гляди изба рухнет) — ним те пĕлмеççĕ. Альш. † Ула пилĕк качака, капан çуран йăли пур. || Бить кнутом. Хĕрлĕ урал № 10, 1921. Çынсене пушăсемпе çурса пĕр йывăçшăн тăватă пин тенкĕ илет. Ала 95. Эсир вăл ачанăнне кĕпине-йĕмне мĕншĕн хывса илнине пит лайăх пĕлетĕп, эсир ăна пыйти-шăркине пăхас тесе мар, унăнне тирне çапа-çапа çурас тесе, хывса илнĕ, тенĕ. || Распускать (почки, листья, цветы). Пазух. Хурлăхан çеçке (цвет) çурсассăн, килет çыран илемĕ. Самар. Тин çурнă çырласем. Ау 355°. † Шур Атăлăн шурă хăви çĕнĕрен çулçă çура-çке. || Разрезать (воду). N. Пулă Çавала хирĕç (против течения р. Цивиля), шыва çурса, çухăрса кайрĕ, тет. Баран. 81. Лере тата ураписемпе тинĕсе çурса пăрахут ишсе пырать. Сред. Юм. Кăçалхи тырра çĕлен те çôрса тохас çок. Нынче очень густой хлеб, так что змея не проползет. || Бить, ударить в нос (о запахе). ЧС. Ĕнĕк шăрши (запах гари) сăмсана çурать. КС. Ача сыснă-им? Пăх шăрши çурать! Орау. Такăш сысрĕ ĕнтĕ (ventris flatum emisit), шăршă çурать. || Оглашать, греметь (о звуке). Кĕвĕсем. Пахчан пĕр хĕрĕнче юрласан, сасси илтĕнет тепĕр хĕрне; пахча вăта çĕрринче юрласан, сасси çурать пахчана. Альш. Хĕрсем каччăсем янратса çурса юрласа кĕвĕ калаççĕ ялта. Ib. Хĕлĕ-çăвĕ урама тухса уншăн-куншăн пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ, урама янратса çурса. Ib. Шăри-шари кашкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ст. Яха-к. Шăнкрав сасси ял çурат (гремит по деревне. Çăварни). Полтава З8. Аçа-çиçĕм сасартăк пĕлĕте çурса янтратсан, шартах сиксе çын чĕтрет. N. Вăл аллипе пĕр сулать, ĕçекене шав ырлать: ĕçет, çиет туй çынни, тĕнче çурать юрлани! Сунт. Пĕр минутран Пруккан çамрăк вăйлă сасси вăрмана çурчĕ. Çутт. 112. Пĕтĕм яла иккĕшĕ çураççĕ. || В перен. смысле. Бур. † Тантăшран лайăх пулас мар, тантăш чĕрине çурас мар. || В чувашизмах. N. Чуна сурчĕ çут тĕнче: аптăрамăп халь ĕнтĕ — тăр кăнтăрла тĕлĕнче хавас улăх варринче. Сред. Юм. Пуç-куç çурса çурет. „Ходит (или работаеть) главным, без боязни“. Ск. и пред. чув 89. Пĕтĕм ăшне-чиккине çурать хăватлă яшки (т. е. яд своим действием выворачивает желудок).
завертывать холст после лощення. См. чĕрке, чăр. Изамб. Т. Пире (холст) пĕрене çине хурса пиллĕкĕн-улттăн çапаççĕ. Чи кайран ăна çураççĕ. Пĕри-пĕри çав пирĕн вĕçне пĕрене çине урлă хурса пĕр пĕччен çапать. Тукмакĕ сасси хăш енче илтĕнет, ул вара (çапаканни) арăмне çав енчен илет. Хĕр пулсан çав енелле качча каят.
çор (с’ур, с’ор), весна. N. Çур çывхарса килет. Приближается весна. Ягутли. Пуш уйăхин вуннăмĕш кунĕнче çур пуçланать. Ала 95. Мĕскĕнсен çура хирĕç (к весне) тырă-пулă пĕтет. Юрк. Вăл çур пит йĕпе çур килчĕ, çураки сухаланă вăхăтра куллен тенĕ пек çумăр çăватчĕ, анасем çинче путатчĕ. Ib. Çур иртрĕ, çăв килчĕ. Çăв иртрĕ, кĕр килчĕ. Кĕр иртрĕ, хĕл килчĕ. Хĕле кĕтĕмĕр. Орау. Çур киле пуçларĕ, çуркунне пуласшăн (хочет быть весна). N. Сĕлĕ мĕле çитĕнет çортан вара? К.-Кушки. Çур пит хĕнпе килет. Весна — поздняя. Ib. Çур вăраха пычĕ. Весна тянулась долго. Орау. Кăçал çур ир килчĕ (наступила рано). Ib. Çур кая юлать пуль кăçал (видно запоздает). Шибач. Вара вăлсам çола тохрĕçĕ. Йăванĕ калать: ну аки, тет, айта, тет, халăхсам çаран параççĕ, тет. Б. Олг. Эпĕ шохăшласа порăнтăм çортан вара кĕрччен (с весны до осени). N. Çора тохсассăн, по наступлении весны. Сред. Юм. Пĕр мăшăр атта çорконне тăхăнма пуçларăм та, çав çортан çора (с весны до весны) пĕр çола пычĕ çав. N. Çура тухрăмăр. Начинается весна. || В смысле наречня. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как! хор-кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. N. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çине ларам-и? Хуралтăр çĕрет, тийĕсĕр (если выскажете), çур килĕп те, кĕр кайăп. Юрк. † Крымски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? Ăсатайрăн çурăн çĕрĕнче, йăпатайрăн çемçе чĕлхӳпе.
половина. См. çурă. Шурăм-п. Пыл çур катка анчах. Меду только полкадки. М.-Чолл. Кам иксĕртен тупать çав кайăка, çавна çур патшалăх (полцарства) парап, тет. Кожар. Пĕри çур шыва (до средины речки) ишсе çитрĕ те, ывăнчĕ те путрĕ. Изамб. Т. Ул урамăн сулахай енче çур урамĕ (половина домов) урамалла пăхса ларат. С. Айб. Кун çурта çавăрăнса килчĕ. Сьездил (совершил путь туда и обратно) в полтора дня. (В СТИК скажут — кун çурăра, с очень кратким „ă“). Орау. Çур ăслă япала, полоумное существо. КС. Мана çур валли пачĕ (половину доли). Сред. Юм. Çор вырăс, çôр чăваш. (Гов. если мать русская, а отец чувашин, или же отец русский, а мать чувашка). Синьял. Хампа пĕрле юрлакана çур кăмăла парăттăм. N. Çур кĕрепенкке, полфунта. N. Çур пус, полкопейки. N. Çур пăт, полпуда. Альш. Старикки арăмне калат, тет: арăм, çĕтĕкне-çурăкна, çур çăкăрна кăмакана пăрах. N. Ĕлĕкхи çур вăй та çук. Чотай. † Пӳрчĕ ларать — çор чӳркӳ, хĕрĕ ларать мара пак. Сĕт-к. Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни). N. Çур хирĕ хура выртать.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

ярырга (колоть)
яз (весна)

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[ŝjur]
printempo
çур кунĕ — printempa tago
çур çитрĕ — la printempo venis
çуркунне — printemo, printempe
кăçал çуркунне — ĉi-printempe
çитес çуркунне — en la sekva printempo
çурхи каç — printema vespero
[ŝjur]
ŝiri (ŝiru), haki (haku)
çурмалла çур — ŝiru (dividu) je du
çурса ил — deŝiri
çурас марччĕ — mi emus disŝiri
вутă çур — heki lignon
çурнă вутă — hakitaj lignoj
хăма çур — segi tabulojn
çурăк — fendo
truo
floko
ŝirit(aj)o

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

, çуркунне «весна»; çурхи «весенний»; др. тюрк. йаз, азерб., туркм., тур., тат., тат., башк. яз, кирг. жаз, ног. язлык, ойр. дьас, карач. джаз, кумык, яш, уйг. этияз, хак., тув., шор. час, якут. саас «весна»; уйг., ног. яз, узб. ёз, казах., к. калп. жаз «лето»; тат., башк. язгы, туркм. язкы, кирг. жазгы, узб. ёзги «весенний»; ç ~ й, ж, чр ~ з, с, шçуркунне из çур кунне «весенние дни».
«колоть», «раскалывать», «рассекать», «расщеплять»; 2. «рвать»; МК, уйг., азерб., туркм., тур., ног., тат., башк. яр (йар), кирг., казах., к. калп. жар, узб. ёр, ойр. дьар, хак., тув. чар «колоть», «раскалывать», «рассекать», «расщеплять».

Çавăн пекех пăхăр:

çуплăм çуппăн çуптăк çуптар « çур » çур çăккăр вăрри çур çул çур çулхи çур çурпилĕк çур авăнлăх

çур
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org